Каçхине. Эп килте пĕр-пĕччен,
Куçăма халь хупаймăп ирччен.
Шухăшсем, шухăшсем пуçăмра,
Пĕр эс çеç, пĕр эс çеç пуçăмра.
Хăтăлаймăп сенкер куçсенчен,
Эп кун пек юратман халиччен.
Мĕн тери тунсăхлатăп, савни,
Ман телейĕм – санпа çеç пулни.
Сан сăну яланах умăмра,
Тусăм, эс аякра-аякра.
Çурăлать-çке чĕре çурмалла,
Ах, епле-ши ман халь чăтмалла?
Чĕрере тунсăхпа ырату,
Кăвар евĕр вĕри сан туту...
Чунăмра ман савни куçĕсем,
Тинĕс пек сеп-сенкер-çке вĕсем.