Уяв умĕн çапла каçхине
Çул тытрăм хам мăн акка патне.
Ялта ман мăн акка пурăнать,
Ĕнтĕ вăл çĕр çула çывхарать.
Выçлăх, вăрçă, тем чул терт-нуша
Мăн акка ман тухнă чăтса.
Нихçан та, нихçан та пуçа вăл усман.
Калап эп: «Чăн-чăн аптраман!»
Мăн акка çынна ялан тарават,
Хăна мĕн килсен апат янтăлать.
Хăпарту кăларать, сиплĕ чейне,
Пуçлать те вара хăй сăмахне.
— Ухванеç, кунта эс килсем,
Пирĕнпе пĕрле апата ас тивсем, —
Ватти мăшăрне çапла асăнать,
Мăн акка куçĕнче куççуль ялтăрать.
Пĕлетĕп эпĕ инкен ашшĕне
Çамрăклах вăрçа илсе кайнине.
Мăн аккан аллинче юлнă Суйук,
Сăпкара утайман пĕчĕк Хветюк.
Ик çул пурнайман çамрăк çемье
Шутламан çĕр çинче телей пĕтессе.
— Час килĕп киле тăшмана çĕнтерсе,
Йывăр пулсан та кĕтсем ĕненсе.
Уничери мăшăрь сăмахне
Аса илет мăн акка ир те каçхине.
Пĕлсемĕр эсир, вăл хăй мăшăрне
Çич теçетке çапла кĕтнине.
Ватти йĕрет, шăлать куççульне,
Аса илет Етĕрнен мăн çулне,
Икĕ пăтлă тыр миххине
Çуран, кутамккапа хулана леçнине.
Çăпата шăрăха, çумăра чăтайман,
Вăтăр çухрăмра пичетне хăварайман.
Чăваш арăмĕн пысăк тӳсĕм пулнах,
Çара урапа та йĕр хăварнах.
Çĕнтерме шантарса Сталинград патĕнчен
Янă çыру упăшки ик хутчен.
Килнĕ виççĕмĕш те ик-виç эрнерен
Пĕлтерсе Ухванеç пуç хуни çинчен.
Мăн акка çаплах мăшăрне
Кĕтет кашни кун килессе.
Шăлать куççульне шап-шур тутрипе,
Ватлăхра та пурнать çап-çут ĕмĕтпе.
Малти стенари сар рама çинчи
Çамрăк яш сăпайлăн кулать.
Вăл вĕт Ухванеç — мăн акка упăшки,
Мăшăрь асĕнче чĕрĕ хальлĕн пурнать.
Çурт умĕнчи ик ватă йăмра
Лăпкă çилпе тем калаçать.
Ман мучипе мăн акка евĕрлех
Мана, çамрăка, чăнах туйăнать.
Ĕмĕр-ĕмĕр çак икĕ йăмра
Кашлатăр çилпе хумханса.
Чăн паттăр ятне ас туса
Усратăр ялан асăмра.