Куçунта — тĕтре.
Сивĕ сĕм — питре.
Сăмахласшăн мар, эс, манпалан.
Хам апла пулсан,
Пĕчченех паян,
Чунрине уçса, сана калам.
Халиччен сана
Эпĕ, курсанах,
Савăнса тăраттăм ача пек.
Чĕрере ялан
Çуралатчĕç ман
Кĕвĕсем çут туйăм ячĕпе.
Эсчĕ ĕмĕтре,
Саншăн çеç чĕре
Ăнтăлса тапатчĕ кăкăрта.
Эсĕ çеç, анчах,
Ман валли пачах
Ăшшуна памарăн хуть пăртак.
Тертленсе, шанса,
Вĕресе, шăнса
Шухăшлаттăм эп çине-çине
Сан çинчен кăна,
Çунтарса чуна,
Ăнланмасăр эсĕ юттине.
Юрĕ, тавтапуç!
Уçăлчĕ ман куç,
Сăрхăнать пулсассăн та куççуль.
Ан çилен мана.
Пар хуть аллуна —
Мансăрах, эппин, телейлĕ пул.