I
Орлова Мускава министерствăна чĕнтерчĕç. Çав кунах вăл çула тухрĕ. Унăн çул юлташĕ Мускавра пурăнакан ватă инженер — сăмах ваклаканскер пулчĕ. Акă мĕн каласа пачĕ вăл.
Хулара «Хушпу» ятлă завод пулнă. Ĕçĕ вара... Станоксем кĕрленĕ пулин те, завод пĕтсе пынă. Рабочисем укçасăр ларнă, пуçлăхсем пурлăха вăрттăн салатнă, бизнес туса кĕсйисене тултарнă. Вара предприяти панкрута тухнă, рабочисем ĕçсĕр тăрса юлнă. Çакăншăн пурте директора вăрçнă.
— «Хушпу» пĕтре... Манăн чун вара çакна ниепле те йышăнасшăн мар, — терĕ инженер, Орлова пĕрремĕш хут çеç курнă пулсан та, шухăшне пытармасăр.
Мускава çитичченех «Хушпу» çинчен шухăшласа пычĕ Орлов, вăтам пӳллĕ, тулли питлĕ арçын.
II
Перрон çине аннă-анманах Орлова такам ятран чĕнчĕ. Вăл тĕлĕнсе пуçне çăклерĕ: кам-ши? Хăйĕн тахçанхи юлташне курсан ача пек хĕпĕртесе кайрĕ:
— Русаков! Ак тамаша!
Николай Мартыноdич Орловпа Мускав çынни Русаков пĕр-пĕрне ыталарĕç. Темиçе çул каялла вĕсем Энскри çар промышленноçне кĕрекен эаводра пĕрле ĕçленĕ. Кайран Русакова урăх ĕçе — Мускава куçарнă. Çавăнтанпа курманччĕ вĕсем пĕр-пĕрне. Орлов вара халь те çав заводрах ĕçлет, асла тухнă: икĕ уйăх ĕнтĕ предприяти тилхепиyе тытса пыратъ.
— Директора çитрĕн апла? — йăл-йăл çиçкелесе пăхрĕ ун çине Русаков. — Саламлатăп!
— Иртерех-ха. Министр хушу кăларман-ха. Хăй патне чĕнтерчĕ... Эс мĕнле? Министерствăрах-и? Е заводраччĕ?
— Заводраччĕ... Халь ниçта та мар.
— Чăнах-и? - тĕлĕнчĕ Орлов.
— Виççĕмĕш уйăх ĕçсĕр ларатăп.
— Тур çырлахах! Мĕн пулчĕ?
— Нимĕн те пулман... Вăхăчĕ çавăн пек вĕт халь... Никама та кирлĕ мар çын пулса татăм...
Орлов такси тытрĕ. Пĕрле ĕçленĕ вăхăта аса илсе пычĕç. Орлова юлташĕ ĕçсĕр тăрса юлни хытă пăшăрхантарчĕ. Министерствăна вĕсем пĕрле кĕчĕç. Унта вара шалт тăлĕнмелле япала пулса тухрĕ: завод директорĕ пулма Орлов килĕшмерĕ, хăйĕн вырăнне Русакова сĕнчĕ.
Тĕрĕс турĕ-ши вăл çапла хăтланса?
III
«Мускавран паян çĕнĕ директор килет!» Çак хыпар заводра хăварт сарăлчĕ. Вун иккĕ тĕлне пысăк та çутă, халлĕхе хуçасăр пулĕме цехсемпе пайсен пуçлăхĕсем паллашу ларăвне пухăнчĕç. Анчах Мускав çыннисем, самолет кая юлса килнине пула, асăннă вăхăтра çитеймерĕç. Çур сехете яхăн лăчăхса ларнă хыççăн пухăннисем "перекур" тăвасшăн пулчĕç. Çак вăхăтра кăритурта "Çитрĕç!" тесе кăшкăрни илтĕнчĕ. Кĕçех урай тулли кавирле пӳлĕме виççен кĕчĕç, сывлах сунчĕç. Кая юлса килнĕшăн каçару ыйтреç. Малта — Мускаври пуçлăх, шап-шурă çуçлĕ арçын, ун хыçĕнче — кукша пуçлă, хĕрлĕ сăнлă Русаков тата çăтă пӳллĕ çамрăк çын, вырăнти пуçлăх.
Орлов вĕсене ларма сĕнчĕ. Пурте сĕтел хушшине вырнаçсан хăй те вĕсемпе юнашар ларчĕ. Мускав çынни портфелĕнчен документ папкине туртса кăларчĕ те ура çине тăрса министр приказне вуласа пачĕ; "... Альберт Абрамович Русакова, — пуçне çĕкпемесĕрех вăл аллипе ун ениелле сĕлтрĕ, — завод директорĕ пулма çирĕплетес..." Вăлах Русаковăн пурнăç çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Русаков ура çине тăчĕ.
— Ыйтусем пур пулсан, хуравлама хатĕр.
Ыйтусем пулмарĕç.
— Ăнланатăп, ыйтусем кайран пулĕç, ĕçлеме тытăнсан.
Тепĕр кунне Орловпа Русаков ревизи тунă пекех цехсем тăрăх çӳрерĕç, каçхине директор пӳлĕмĕнче чей ĕçрĕç, калаçса ларчĕç.
IV
Столовăйран тухсан Орлов сарă çулçă тăкăнса тулнă хурăн аллейи тăрăх утрĕ. Урам леш енчен — транспорт шавĕ витер — репродуктор сасси илтĕнет. Сăркка кăвакал çинчен хывнă юрă паян иртенпех хăлхара. Темшĕн ăша вăркатать вăл... Кӳренмелли нимех те пулманччĕ. Хумханмалли те. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек. Директор иртенпех республикăри хуçалăх пуçлăхĕсен канашлăвĕнче. Орлова вăл виççĕмĕш цехри пăтăрмахлă ĕçе тĕпчеме хушса хăварчĕ. Тен, çав хушу пăсрĕ Орлов шухăш-кăмăлне? Пăтăрмахĕ хула хаçатне кăсăклантарать иккен. Корреспондент килессе кĕтет директор.
Русаков директор сĕтеле хушшине кĕрсе ларнăранпа вăхăт самаях иртрĕ. Орловпа вăл килĕштерсе ĕçлет. Анчах Русаков хăйне евĕр çын иккен. Мăн кăмăллă. Хăй кам иккенне кăтартма юрататъ. Юлашки вăхăтра тĕлĕнмелли япала та асăрхарĕ Орлов: хăш чух директор унпа... пач палламан çынпа калаçнă пек калаçать... Хирĕçле шухăшсем çуралаççĕ вара.
Проходнойра, вахтерсен "кăлтăрмачĕ" патĕнче, виççĕмĕш цех пуçлăхĕ Симунов, кӳпшек пит-куçлă, çав тери мăнтăр арçын, цехри аслă бухгалтерпа Логиновпа тем çинчен каласçа тăрать. Иккĕшне те Орлов вун тăвата сехет тĕлне хăй патне чĕнтернĕччĕ. Халь вун иккĕ çурă. "Бухгалтерпа уйрăм калаçса илес мар-ши?" — шухăшларĕ Орлов.
— Иван Петрович, — терĕ вăл, — ман пата кĕрсе тух-ха.
— Хăçан?
— Халех.
Хăйĕн пулĕмне кĕрсен Орлов костюм пиншакне хывса пукан хыçĕ çине уртса ячĕ, сигарет пачкине сĕтел çине кăларса хучĕ Хура сăран папкăра — паянхи почта. Орлов завод хаçатне алла илчĕ. "Аçта-ши вĕсем, пирĕн купсасем?" - çакăн пек ят панă Логинов хăйĕн статйине. Маркетинг служби çинчен çырать. Кăçал цехра çĕне продукци - йывăç турттармалли трактор пайĕсем тума пуçларĕç. "Заказчиксемпе договор тунă чух продукци пирки ĕлĕкхи купсасем пекех хаклашмалла", - тет Логинов.
Статьяна куçпа йĕрлекелесе илме çеç ĕлкĕрчĕ Орлов — бухгалтер кĕрсе тăчĕ. Хыткан çан-çурăмлă, кăвакарнă пуçлăскер, вăл алăк патĕнчен иртме васкашрĕ.
— Иртсе лар, Иван Петрович.
Орлов Логинов çине ăшшăн пăхса илчĕ. Тахçан вĕсем пĕр цехра ĕçленĕ. Çамрăк чух. Хĕрĕ унăн Мускавра пурăнать.
— Сывлăх мĕнле, Иван Петрович?
— Чиперех-ха, — терĕ Логинов, сĕтел патне пырса ларса.
— Паянхи хаçата пăхса тухрăм. Сан материална куртăм. Тĕрĕс çыратăн, — мухтаре Орлов. Унтан ытахальтен тенĕ пек ыйту пачĕ: — Мĕн пулнă унта сирĕн цехра? Ытла шавлаççĕ.
— Ревизи хыççăн пĕр деталĕн шучĕ тухмарĕ...
— Мĕнле деталĕн?
— Трактор гусеницине кустаракан роликен. Шăв-шавĕ ак мĕнрен пуçланчĕ. Контролерсем... Чим-ха, контролерĕ кунтахчĕ, хăй каласа парĕ.
Бухгалтер алăка уçса контролёра чĕнсе кĕртрĕ. Лутра çамрăк хĕрарăм ĕçри кивелнĕ çи-пуçпа. Пукан çине именчĕклĕн ларчĕ.
— Ролик çинчен каласа пар, — терĕ бухгалтер. Контролер ăнлантарсан акă мĕн палăрчĕ. Çав кун брак площадкине пăрахăçламан роликсене такам тăкса тултарнă. Ку, паллах, пурне те тĕлĕнтернĕ. Каçпа çав "брак" купи çухалнă.
— Тен, склада леçнĕ?
— Çук.
— Ăçта кайса кĕнĕ-ши вара?
Селектор тăрăлтатрĕ.
— Сывлăх сунатăп...
Бухгалтерпа контролёр планерка пуçланиччен тухса кайма васкарĕç.
— Вун тăваттăра тепре пухăнса калаçăпăр, - терĕ вĕсене Орлов.
Вун тăвата сехетре Орлов пӳлĕмĕнче чĕннĕ халăх пухăнчĕ — цех пуçлăхĕ, бухгалтер, контролер, ревизор, кладовщик, склад хуçалăхĕн ертӳçи. Тепĕртакран Русаков та килсе çитрĕ, вара пурте ун пӳлĕмне куçрĕç. Симунов сăмах илчĕ.
— Вăрлани-мĕнĕ цехра унччен нихăçан та пулман. Ку суя сăмах! — терĕ вăл. — Роликсем ăçта? Пĕлместеп. Шырас пулатъ.
Продукцие склада леçес йĕркене пăсни çинчен хĕрсех калаçрĕç. Накладной тăрăх детальсем складра пулмалла, Симунов вĕсене цехрах усрать, склада расписка çырса парать.
— Сутнă продукцие тиеме складри грузчиксем цеха каяççĕ, — ăнлантарса пачĕ кладовщик.
— Тĕлĕнмелле! — хыттăн каласа хучĕ директор. Складра та йĕрке çук. Кам ирĕк панă сире çапла хăтланма? Симунов! Роликсем ăçта?
Симунов ним шарламасăр пуçне чикрĕ.
— Кунта, ман шутпа, акă менле пулнă, — терĕ склад хуçалăхĕн ертӳçи. — Грузчиксем çав роликсене бракпа арпаштарса янă тв шăратма ăсатнă. Пĕлтĕр пулнăччĕ çавăн пек йăнăш.
"Ак тата! — тĕлĕнчĕ Орлов. т Апла пулма пултарнă тейĕпĕр, анчах ĕненме йывăр. Тĕрĕслеме те май çук".
Калаçу тарăна кайрĕ. Пухăннисем тухса кайсан Орлов ним шарламасăр ларчĕ.
— Ну, мĕн тăватпăр, Николай Мартынович? — ыйтрĕ директор.
— Ман шутпа, айăплă вĕсем. Çавăнпа ĕçрен те тухма хатĕр пек.
— Заявленийĕсем кунта выртаççĕ, — умри папкăна уçса хупрĕ директор. — Анчах эп алă пусмастăп весем çине.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен усал шухăш çук пек çав пăтăрмахра. Выговор парас, урăх ĕçе куçарас... Цехра учет япăх. Бухгалтер начар ĕçлет...
— Килĕшместĕп! Бухгалтер цеха тĕрĕслесе тарать. Тӳррипе каласан, çак йĕркесĕрлĕхе вăл тăрă шыв çине каларнă.
— Тавах аса илтернĕшĕн. Хула хаçатне çырса пĕлтерекенĕ те вăлах!
Орловăн куç харшийĕ çӳлелле çĕкленчĕ.
— Эс вара, Николай Мартынович, çав элекçе хӳтĕлетĕн-и? — хăйĕннех тăсрĕ Русаков.
— Чăн сăмаха эп куçранах калатăп, айăпсăр çынна ан тив!
Директор тарăхса кайрĕ.
— Хăçан ман вырăна ларатăн, хăçан...
Çак вăхăтра телефон шăнкăртатрĕ. Кам шăнкăравланине тавçарса илсен — вырăнти пуçлăх иккен! — Русаков хыпаланса ӳкрĕ. Сассине çав тери çемçетсе калаçрĕ. Трубкăна хурсан пĕр хушă тапранмасăр ларчĕ: вырăнти аслă пуçлăхăн кăмăлĕ савăк пулнăшăн хĕпĕртерĕ. Пӳлĕмре стена çинчи сехет шахкани, Русаков пӳрнисемпе сĕтеле такăртаттарни çеç илтĕнсе тăчĕ. Сывлăшне çавăрсан директар ура çине тăчĕ, креслине стена патнелле шутарчĕ те пулĕм тăрăх утхалама тытăнчĕ. Калле-малле виççĕ хутласан, Орлов умĕнче чарăнса тачĕ:
— Бухгалтерăн заявлени çырмаллах пулать! — Çавăнтах хушса хучĕ: — тен, эсĕ те... çыратăн?
— Мĕн, мĕн? - ăнланмарĕ Орлов.
Русаков сиввĕн пăхрĕ. Орлов сĕтел хушшинчен тухса алăк патнелле утрĕ. Хăйĕн пулĕмне кĕрсен вăл чурече уçса ячĕ, умлă-хыçлă икĕ сигарет туртрĕ. Мĕн пулса тухнине ăнланма хăтланчĕ. Хăçан йăнăшрĕ вăл?
Мускавра йăнăшрĕ.
Орлов заявлени çырса кĕсйине чикрĕ.
Пӳлĕмре ларма пултараймарĕ вăл. Уçăлма тесе урама тухрĕ. Сывлăшра çулçăсем вĕлтĕртетеççĕ. Сивĕ çил вĕсене ешĕл чăрăшсем пателле хăвалать.
Хурăн аллейинче çӳреме юратать Орлов. Халĕ те унтапла çул тытрĕ.
Логинов бухгалтер та кунта иккен. Каçа сулăннă хĕвел пайăркисем унăн куçлăхĕ çинче йăл-йăл çиçкелеççĕ.
— Ларăр, Николай Мартынович, — терĕ Логинов.
— Директор патĕнчен тухсан уçă сывлăш кирлĕ... Ĕмĕр пĕрле пулнă çыннăн чунне те йăлтах пĕлсе çитереймĕн. Русаков чунне вара... Эсир япăх мар туссемччĕ. Анчах Мускавра вăл мĕншĕн ĕçсĕр тăрса юлнине пĕлместĕр пуль.
— Пĕр элекçĕ çăхав панă пулать...
— Çăхавçă?! Русаков завода пĕтерсе хунă! Пĕчĕк фирмăсем урлă банк операцийĕсем туса ун пурлăхне салатнă.
— Ăçтан пĕлетĕн кăна?
- Кĕру, Мускав çынни, каласа пачĕ. «Хушпу» ятла эаводра вăл Русаковпа пĕрле ĕçленĕ.
«Хушпу» тенине илтсен, Орлов чĕлхесĕр пулнă пек шăпланса ларчĕ. Алли каллех кĕсьене сигарет патне тăсăлчĕ. Хуçлатса хунă хут листи, паçăрхи заявлени, алла лексен вăл ăна туртса кăларчĕ те чăр-чар çурса çилпе веçтерчĕ.
Тинех чун вăйне туйса илчĕ Орлов.