Ман асăмран, тархасшăн, эс ан тар:
Ху пуррине мана час ан мантар,
Хуть пĕчĕк çеç хыпар эс ху çинчен
Пĕлтер мана сана эп маниччен.
Ăçта утсан та канăçсăр уру,
Ан ман мана çырмашкăн эс çыру.
Шăнкăравла ăçтан та эс мана,
Чĕн инçетрен мана эс ху патна!
Васкавлăн килĕп-çитĕп хуть çĕрле
Йывăрлăха çĕнме санпа пĕрле.
Ăна хастаррăн сирĕпĕр эпир,
Вара пире йăл кулĕ çутă ир.