1
Кăçал, çулталăк вĕçленесси пĕр эрне юлсан, çитмĕл пиллĕк тултарать Семен Яковлевич, тăван ялĕнче, Канаш хутлăхĕнчи Самукварта, тахçан-тахçан, яш-кĕрĕмпе Шĕвĕр çуртĕнчи вăйă картинче юрланă-ташланă чухнехи пекех, халĕ те Яка Çумкка тесе чĕннине хăнăхнăскер. Çаплах кун хыççăн кун шăвăнса иртет те, алăкран шаккать унăн çавра юбилейĕ. Çамрăкрах вăхăтра, мĕн каласси, аллă-утмăлсенче те, хăна-вĕрле пуçтарасси, шавлă йышпа кĕрекене ларса ĕçесси-çиесси, сайра пĕрре курнăçакан хурăнташсемпе чуна уçса калаçасси илĕртсех тăнă. Халĕ вара... Халĕ вунă çул ытла чĕре чирĕпе нушаланакан, сиплевĕш çурчĕн картлашки çинчех ларакан Семен Яковлевич пĕрре те килĕштермест кĕрлевлĕ ĕçкĕ-çикĕ таврашне. Пĕртен-пĕр çывăх тăванĕ, Çĕрпӳре пурăнакан шăллĕ Михала, теплерен, çула май тенĕ пек, хăнана кĕрсен те савăнăçĕ кĕске хӳреллĕ унăн. Паллах, арăмĕпе иккĕшĕ Михалана яланах хапăлласа кĕтсе илеççĕ-ха. Сĕтел çине эрех те лартать Семен Яковлевич, хăйĕнчен вун виçĕ çул кĕçĕн шăллĕпе черкке тултарса ĕçет, вара кĕçĕн тăванне кĕреке хушшинче пĕчченех хăварса хăйне чылайранпа канлĕх паракан кивĕ диван çине кайса выртать. Этем ĕретлĕн ăсатса яраймасть Михалана. Çĕр тăршшĕпех ыйхă килменнипе шухăшласа выртсан та хăйĕншĕн кĕтмен çĕртен тенĕ пек йăтăнса аннă йывăр ыйтăва ниепле те уçăмлăн татса параймасть. Мĕнле ирттерсе ямалла-ха ăна, çут тĕнчере Яка Çумкка çитмĕл пилĕк çул пурăннине паллă тума пуçтарăнакан юбилей каçне? Пăркаланма çук. Юбилейĕ, тен, ĕмĕрти юлашки савăнăçĕ пулĕ. Эх-хе-хей, пайтах пурăнмалла-ха. Усаллине пӳлĕхçĕ сиртĕр те, юбилейччен, çак Автан çулталăкĕ хăйĕн кун хисепне тĕвĕличчен, урасене тăсса хурасси хытах шиклентерет. Чирĕ çавăн пекки Семен Яковлевичăн. Темиçе çул каярах ăна, иртнĕ ĕмĕрти чи хăрушă вăрçă тапхăрĕнче ача пуçĕпех колхозра мăннисемпе тан ĕçленĕскере, ветеран шутне кĕртрĕç. Ытти нимех те çук-ха, çапах та çăмăллăхлă йĕркепе санаторире сипленме май парать вăрçă ветеранĕ пулса тăни. Ĕмĕр тăршшĕнче çӳрекеленĕ-ха, кайса курман мар Атăл леш енчи Кăкшăма та, Хура тинĕс хĕррине те. Çавăнпа халь, май тупăннă чухне, çывăрса юлас темерĕ, арăмĕ те хӳтерсех тăчĕ, супес текен кантурта вăрăм черете тăрса путевка валеçекен пӳлĕме кĕчĕ: Кĕске пулчĕ унти сăмах.
— Сирĕн санаторире тӳлевсĕр сипленмелли право пур, — хута кĕнĕн пĕлтерчĕ куçне компьютер экранĕнчен вĕçертмен çамрăк пике. — Поликлиникăна кайăр та тивĕçлĕ хут çаптарса килĕр. Вара сире те черете тăрататпăр.
Авма хĕстернĕ çуна тупанне пушатмалла мар, пиçĕ юман çуркамне хытăрах туртăнтарса çыхмалла. Çав манерех пĕр пуçăннă ĕçре те. Супесран хăпартланса тухрĕ те çурранах лапăстатрĕ район сиплевĕшне. Терапевт патне кĕрсен сывлăшне аран-аран çавăрса мĕн çăмăлпа чăрмантарнине пĕлтерчĕ.
— Хут çыртарма килтĕм. Санаторие каймалли хут патне.
Врачĕ ырă чунлă хĕрарăм. Чĕре чирĕпе шутра тăракан Семен Кушков пенсионера лайăх пĕлет вăл.
— Килĕшетĕп. Санаторире сипленни пулăшĕ сире. Эпĕ асăрхаса тăни, хăвăр килтех силленни аван-ха. Курортра тата аванрах пулĕ, — калаçнă хушăрах хăвăрт-хăвăрт темĕн çырчĕ врач. — Ахальтен-и халь сирĕн пек ветерансем ăмăртмалла тенĕ пек путевка илме тăрăшаççĕ. Тăхтăр, халех майлаштарăпăр кирлĕ хутсене. Коридорта кĕтсе ларăр кăштах.
Вунă-вун пилĕк минут иртрĕ-и, медсестра ăна врач патне чĕнсе кĕртрĕ.
— Тархасшăн каçарăр, Семен Яковлевич, пулăшма пултараймастăп, — кăмăлĕ темшĕн пусăрăннă ырă врачăн. — Поликлиника пуçлăхĕ справка çине алă пусмасть. Сирĕн чирпе, хăвăрт улшăнакан аритмипе, нихăш санатори те йышăнмасть. Кĕтмен инкек сиксе тухасран шикленеççĕ пулас.
— Курортрах вилсе выртасран-и? — хăвăрт чĕрре кĕчĕ Семен Яковлевич. — Эпĕ халех пурнăçран уйрăлма шутламастăп-ха. Кирлех-тĕк шантару хучĕ çырса пама пултаратăп.
— Оптимист пулни лайăх! — йӳççĕн кулса ячĕ врач. — Килĕшетĕп сирĕнпе. Çак эрнерех диспансер йĕркипе сывлăхăра тĕрĕслĕпĕр. Тен, çĕнĕ эмелпе сипленме пуçлăпăр. Юрĕ, ан кулянăр санатори путевки лекменшĕн. Стационарта сипленни те пулăшĕ. Çапла-и?
Хирĕçлесе мĕн калăн. Çакă çеç паллă: пӳлĕнсе ларчĕ Семен Кушковăн пĕр-пĕр чаплă курортра сипленес, маттурланса таврăнас ĕмĕчĕ.
Чирĕ, ватă çынна тимĕр кăшăлпа хĕссе лартнăскер, хăйĕн тăрлавсăр ĕçне тăватех. Пĕр чĕлхе тупаймăн унпа. Аптекăра туянакан эмел те, килте сиплĕ курăкран вĕретекен шĕвек те çĕнтереймест ăна.
Хăратать, хытах хăратать хими эмелне вĕçĕмсĕр ĕçесси. Нимĕçсен чаплă врачĕ Парацельс, пилĕк çĕр çул ĕлĕк пурăннăскер, авă мĕнле вĕрентнĕ: "Пурте — эмел тата наркăмăш, ку е вăл пулнине виçсе çеç палăртать". Эппин, аптекăра пысăк укçа тӳлесе туянакан чи чаплă, радиопа телереклами каçса кайсах мухтакан эмел те хăрушă иккен этем сывлăхĕшĕн. Çав вăхăтрах наркăмăш та виçене пĕлсен сиплĕх парать. Ав, шăна кăмпинчи им-çампа усал шыçăран сыватмалли меслет шыраса тупнă...
Чылайранпа ĕнтĕ, вун пĕр çул каярах, кардиологи уйрăмĕнче малтанхи хут выртса сипленнĕ хыççăнах Семен Яковлевич хăйне кирлĕ медицина литературине туянать. Çав кĕнекесенче хайхи Парацельс пирки çырни те пур иккен. Пысăк энциклопедире те темиçе йĕрке тупăнчĕ: "Парацельс (чăн ячĕ Филипп Ауреол Теофраст фон Гогенгейм (/1493-1541), врач, çут çанталăк тĕпчевçи, ятрохимие никĕслекенсенчен пĕри. Авалхи медицина вĕрентĕвне хирĕçленĕ. Медицинăра хими препарачĕсемпе усă курассине ĕçе кĕртме тăрăшнă". Çакна та пĕлес килчĕ: мĕн тени пулать-ха ятрохими, Кушков ветеран хальччен илтмен сăмах. Ăна та манса хăварман иккен энциклопедире: "Ятрохими /натрохими/, медицинăра 16-18-мĕш ĕмĕрсенче сарăлнă юхăм, вăл организмри хими процесĕсене тĕпченĕ, чир-чĕр хими шайлашăвĕ пăсăлнăран пуçланать тесе шутланă, сиплевĕн хими меслечĕсене шыранă".
Виççĕмĕш кун ĕнтĕ килте, тăххăрмĕш хутри пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте, пĕчченех Семен Яковлевич. Çуллахи вăхăт пулас тăк тимĕр алăкпа хупăнса нушаланас çукчĕ-ха, хула çумĕнчи "фазендăна" кашни кунах çитĕччĕ, вăй çитиччен чаваланĕччĕ çĕр çинче. Хĕллехи кун хăйне ниçта хума пĕлмест хулари ватă çын. Кашни кунах Кушков çур сехетлĕхе урама тухса çӳрет. Çавă çеç.
Мăшăрĕ, хăйĕнчен вунă çул çамрăкрах Татюк, хут çинче Татьяна Ивановна Кушкова, кĕр ларсанах, пахча çимĕçе тирпейлесенех, пĕр вĕçĕм йăнкăшрĕ: "Улька патне кайса килесчĕ. Ют çĕрте йывăр ăна, пĕр çывăх çын та çук. Каймаллах пуль". Ăнланать арăмĕ мĕншĕн канăçсăрланнине Семен Яковлевич. Йăмăкĕ, совет самани арканиччен узбексен Андижан ятлă хулинче пурăннă инженер, вырăсла калаçакансемшĕн ют çĕршыв пулса тăнă çĕртен пĕлтĕр аран-аран çăлăнса тухнă. Андижанри пĕр заводра çирĕм çул ĕçлесе илнĕ хваттерне, пурлăхне-туприне пăрахса хăварсах. Упăшки, милицире ĕçленĕ Рахим, унта-кунта сиксе тухакан пĕр çапăçура пуç хунă. Ывăлĕ Афганистанран чĕррĕн таврăнайман. Никам та шеллемен, çăлăнăç аллине тăсса паман асапа çакланнă чăваш хĕрарăмне. Пурнăç йĕркеллĕ вăхăтра Татюк виçĕ хут кайса курнă Андижана. Нихçан та манăçас çук Мускавра вĕреннĕ чухне пĕрлешнĕ Улькапа Рахим узбексен авалхи керменĕсене кăтартса çӳрени, тухăçри пасар çимĕçĕпе хăналани. Телейлĕччĕ вĕсем, çутă ĕмĕтлĕччĕ. Халь çав ырă вăхăт тахçанах тусанпа витĕннĕ. Татюк тăрăшнипе аранах Шупашкара таврăнчĕ йăмăкĕ, иккĕшĕ пĕрле юрăхлă çурт-йĕр шырарĕç. Хулара хваттер туянма вăй çитес çук. Улька çамрăк мар ĕнтĕ, аллă урлă каçакан хĕрарăм. хулара пурăнас шут çук унăн, чунĕ яла туртать. Тăван ялĕнче, ашшĕ-амăшĕн килĕнче, ют хуçасем. Шăллĕ, хулара ĕçлекен электрик, ашшĕ вилнĕ хыççăн хăйне кил хуçи вырăнне хучĕ, амăшĕ йывăр чирлесен халал хучĕ çыртарма ăс çитерчĕ. Анчах тирпейлĕ хуçа пулаймарĕ ялта, амăшне пытарса хĕрĕх кунне асăнса ирттерсенех сутса ячĕ кил-çурта. Темиçе уйăхран хăй масар шăтăкне кĕрсе выртрĕ. Мĕнле майпа татăлчĕ унăн пурнăçĕ — никам та пĕлмест. Смена вĕçленсен завод хапхинчен тухнă та троллейбус чарăнăвĕнчех ӳксе вилнĕ Татюкпа Улька шăллĕ Юркка...
Çаплах хăйсен ялне кайса çӳрерĕç-ха Татюкпа Улька. Унта кивĕрех пĕр-пĕр пӳрт тупăнасса шанчĕç. Çук, тупăнмарĕ ун пекки. Хула çывăхĕнчи ялта хăлтăр-халтăр кил-çуртшăн та çĕр пин ыйтаççĕ. Хаçат пĕлтерĕвĕсенче шыраса таçта та çитрĕç. Юлашкинчен Сăр хĕрринчи Шурçеремре тупăнчĕ Улька кăмăллакан çурт-йĕр. Шупашкартан çитмĕл çухрăм таранах, çитменнине машинăпа кĕрсе тухма меллĕ мар.
— Мĕн кирлĕ мана — выртса çывăрма — хӳшĕ, ĕçлеме — анкарти, — савăнчĕ узбексен хушшинче пурăнса чăваш ялĕнчи ĕçрен ютшăннă Улька. — Хресчен хĕрарăмĕ пулăп. Çĕрĕ унта гектар таранах. Пĕччен ĕлкĕреймесен эсир, аппапа йысна, пырса пулăшатăр мана.
Намăс курмарĕ Шурçеремре пурте "Узбечка" тесе чĕнекен Улька. Пĕлтĕр çĕр улми, кăшман, кишĕр, купăста, хăярпа помидор тухăçлă çитĕнтерчĕ , улма-çырла пахчине çĕнетрĕ. Пĕрре мар кайса килчĕç ун патне Татюкпа Семен Яковлевич. Хĕрарăмсен хăйсен ĕçĕ мăй таран. Кушков выльăх витипе мунчана тӳрлетрĕ, вутă çурса шаршанларĕ. Утă çулса типĕтрĕç, икĕ капан лартрĕç. Кӳршĕ-аршă кăмăлларĕ иккен "узбечкăна", вĕсем пулăшнипе пушмак пăру туянчĕ, икĕ сурăх, сысна çури, чăх-чĕп усрама пуçларĕ. Ĕçе юратакан Ольга Ивановна Сабировăна халăх Шурçерем ялĕн старостине суйларĕ.
Арăмĕ автовокзала тухса кайсанах канăçсăрланчĕ Семен Яковлевич. Мĕнле ларса кайрĕ-ши Етĕрне автобусĕпе? Вăрман хушшинчи сукмакпа мĕнле çиткелĕ Шурçереме? Кĕтмен-туман инкек сиксе тухмĕ-и Сăр хĕрринчи пĕчĕк ялта?
Ватă çыншăн çав тери хăрушă вăл — пĕчченлĕх. Аранах кĕтсе илчĕ Татюка. Лешĕ алăка уçса кĕрсенĕх ятлаçма пикенчĕ Кушков:
— Халь, хĕл кунĕ, ялта ĕç питех мар, мĕн туса пурăнтăн виçĕ кун таранах? Сăлтав тупса праçник тумарăр-и унта?
— Каккуй праçник! — ахăлтатсах кулчĕ Татюк. — Йӳрĕк çыншăн хĕлле те ĕç лăк туллиех. Шăпах ĕни пăруланă. Айкашрăмăр иккĕн. Ав, сан валли çамрăк ĕне сĕтне тултарса килтĕм. Мĕн çитмен сана? Çимелли пур, ĕçмелли те.
Çынни çавнашкалскер вăл, Семен Яковлевичăн мăшăрĕ. Заводра контролер пулнăскер, килте те кашни вĕтĕр-шакăра куçран вĕçертмест. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче пулмалла. Йĕрке, йĕрке, татах йĕрке! Курăсăн, йăмăкĕ патĕнче виçĕ кун пурăнса килчĕ те, тĕлĕнтерсех пăрахрĕ Семен Яковлевича. Килте пĕр-ик кун тĕрмешсен, хăй калашле, "хуçасăр юлнă хваттерте" пурне те тирпейлесен, каларĕ те хучĕ чылай хушă чĕре варринче пытарса усранă шухăшне:
— Акă мĕн, Яка Çумкка, — куçлăхне хывса, вăрттăн сăмахне мăшăрĕсĕр пуçне урăх никам та илтмест-ши тесе сисчĕвленнĕн ун-кун пăхкаларĕ. — Лайăх итле! Акă мĕн... Çуркунне Улькасен ялне пурăнмаллах каятпăр. Эпĕ йăлтах, тĕпĕ-йĕрĕпех шутласа хунă.
Илтрĕ те Татюкăн чăрсăр калаçăвне, пĕр хушă хытса ларчĕ Семен Яковлевич. Пĕлет-ха арăмĕ хулари тусанлă-шăршлă сывлăша тӳсме те пултарайманнине, аллергипе аптранине. Ун шучĕпе Семен Яковлевичăн чирĕ те пĕтĕмпех хулара хĕсĕнсе пурăннăран.
— Ялта тĕлĕнмелле уçă сывлăш! — юррине малалла тăсрĕ Татюк. — Курорт унта, хайхи саншăн тимĕр картапа пӳлсе хунă курорт! Вăрманĕ анкарти хыçĕнчех, çухрăмра Сăр шывĕ. Питĕ килĕшет мана Шурçерем. Хамăра валли юравлă çурт та пур унта. Улька килĕнчен урам урлах. Шкул пек пысăк пӳрт. Пахчи улăх анлăш! Качака туянатпăр та сиплĕ сĕт ĕçсе, чĕре йăшканине манса кайăн. Аван вĕт, Яка Çумкка!
Йăла çавнашкал Татюкăн. Хăйпе килĕшмесен, ку е вăл ыйтупа урлă пулсан, — мăшăрне Самукварсен чĕлхипе "Яка Çумкка" теме юратать. Эппин, хальхинче те хăйĕн чаплă ĕмĕтне тӳрех ырласа йышăнас çуккине туйрĕ пулас.
— Эсĕ мĕн çатăлтататăн? — ăнланаймарĕ, ăнланма та шутламарĕ Татюк пуçĕнче çуралнă çĕнĕ шухăша. — Ялта такам пăсса ячĕ-и? Виçкелесе пăхрăн-и каллĕ-маллĕ? Эпĕ, кăйттă мучи, мĕн тăвăп Шурçеремре? Ял пурнăçĕ лайăх тыллать вăл этеме. Ахальтен-и, чеереххисем, тавçăруллисем ялтан хулана тарса килеççĕ. Ав, хăвăр ялтанах, Шупашкартан вун ултă çухрăмра пулсан та, пурте хулара хваттер илнĕ. Тавлашмастăп, ăслă тунă вĕсем, питĕ ăслă. Хулара хăтлă хваттер. Ялти кил-çурчĕ дача вырăнĕнче.
— Эппин, эпир мĕнрен кая? — хĕрӳленчĕ Татюк. — Çак пĕр пӳлĕмлĕ тăвăр хваттерте, хула çумĕнчи чăх кутани пек пахчара айкашсах ĕмĕре ирттерĕпĕр-и? Ан хăра, пĕрре те ан шиклен, Яка Çумкка! Сана, чирлĕ этеме, ялта ĕçлеттерсе нуша кăтартмăпăр. Вăрман сывлăшĕ, Сăр айлăмĕ чăн-чăн ырлăх пулĕ.
— Чарăн! Чарăн тенĕ сана! — Юлашки вăхăтра чурăсланнă кăмăлне тăлласа лартаймарĕ Семён Яковлевич. — Ял пирки çамрăкрах чухне, вун пилĕк-çирĕм çул ĕлĕкрех, шухăшламаллаччĕ. Пирĕн Самукварта та, сирĕн Чăрăшлăхра та май пурччĕ хамăра чаваланмалăх çĕр лаптăкĕ илме, çурт-йĕрлĕ пулма. Çуралнă киле, хам вăй хурса лартнă пӳрте илес темерĕм. Кĕçĕннине, Михалана, халаллама хушрăм аннене. Вăл вилчĕ те, ют çын пулса тăтăм атте-анне килĕнче. Сирĕн те çапла пулса тухрĕ. Хăвăр ялта саншăн та, Улькашăн та çул питĕрĕнчĕк. Пĕлетĕп, ял тымарĕ татăлман пирĕн, хула çумне çыпçăннă хресчен ачисен. Анчах... Халь ĕнтĕ ялта чăн-чăн хуçа пулассине манмаллах пуль. Чĕре ыратсан та хулари арăш-пирĕшре канăç тупаймасан та.
— Кала эппин! Кала хăв шухăшна! — тапăнма пăрахмарĕ мăшăрĕ. — Енчен те, манпа килĕшместĕн, яланах ура хуратăн пулсан, чару çук, тух та кай ăçта куç курать çавăнталла. Тăватă еннелле те çул уçă! Чарса тăмастăп.
Йăпăр-япăр тăхăнкаларĕ те алăка шалтлаттарса хупса тухса кайрĕ Татюк. Тӳсме çук тарăхрĕ ĕнтĕ, чунне лăплантарма кӳршĕ çуртри ватă хĕрсем патне васкарĕ. Вĕсемпе икĕ-виçĕ сехет сăмах хутаççине пушатмасăр киле кĕмест.
2
Пĕччен тăрса юлсан чей вĕретсе ĕçрĕ Семен Яковлевич, нитроглицерин пĕрчине чĕлхе айне хучĕ, лăпланас тесе, диван çине выртрĕ. Çук, пулмарĕ лăпланасси. Вĕллерен такам хăваласа кăларнă хурт-хăмăр пек хĕвĕшрĕç пуçра канăç паман шухăшĕсем. Вĕсем яланах пĕр хивре ыйтупа çыхăннă: мĕнле пурăнса ирттермелле юлашки çулсене? Камран пулăшу кĕтмелле, кам куçĕнчен пăхмалла?..
Тĕрĕс çулпа утнă-ши вăл çитмĕл пиллĕке çывхаракан пурнăçĕнче? Çара уран ачалăх. Вун иккĕре колхоз уйне сӳрелекен пĕчĕк хресчен. Çар хĕсметĕнчи виçĕ çул. Шупашкара куçса килни. Хăйĕн ĕмĕрне ĕмĕрленĕ агрегат заводĕнче пенси вăхăчĕ çитсен те тата вунă çул токарь станокĕ умĕнче тăчĕ Кушков, коммунизмла ĕç ударникĕ. Ăна, хăй вăхăтĕнче "Хисеп Палли" орден илнĕ рабочие, цехри паллă рационализатора, пысăк чыспа ăсатрĕç тивĕçлĕ канăва.
Салтак хĕсметне татса таврăнсан, кӳршĕри Аркашпа чăвашсен тĕп хулине килчĕ те техучилищĕре вĕренчĕ, программăпа ĕçлекен станока алла илчĕ. Çавăнтанпа хĕрĕх икĕ çул пĕр цехран, пĕр участокран ниçта та каймарĕ. Витĕр пĕлетчĕ хăйĕн станокне. Чи кăткăс детальсене ăна шанса паратчĕç. Шупашкарти, республика шайĕнчи ăсталăх ăмăртăвĕсенче темиçе хутчен те мала тухнă вăл. Ахальтен-и заводăн çĕнĕ çуртĕнче виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Чухах пулчĕ тăватă çынлă çемьешĕн. Арăмĕпе, завод столовăйĕнчи поварпа, икĕ ывăлĕпе çирĕм çул ытла ырă курса пурăнчĕ çав хăватлă хваттерте. Анчах... Тикĕс чупнă çĕртех хуçăлса анчĕ пурнăç урапи. Кĕске, питĕ кĕске пулчĕ Кушковăн çемье телейĕ. Мăшăрĕ, йăмра каскилле сарлака çан-çурăмлă хĕрарăм, сасартăк чире кайрĕ те темиçе уйăхран шанка пек типсе ларчĕ. Арăмне пытарнă хыççăн пилĕк кун иртичченех тепĕр виле тухрĕ Кушков хваттерĕнчен. Аслă ывăлĕ, хăйпе пĕрле заводра ĕçлекен Леонид, авланма та ĕлкĕрейменскер, ӳпке шыçнипе вилсе выртрĕ. Кĕçĕнни, Станислав, урăх çулпа кайрĕ. Атăл хĕрринчи çар чаçĕнче прапорщик пакунĕпе çӳрерĕ. Юрĕ, кашнин хăйĕн пурнăçĕ. Çар çынни пулсан та, хĕсмет йĕрки-картине уямарĕ пулас Семен Яковлевичăн кĕçĕн ывăлĕ. Унпа калаçмасăр-канашламасăрах пĕр майрана, качча кайса уйрăлнăскере, çавăтса килчĕ. Пĕрне-пĕри юратса пăрахни, ĕмĕре пĕрле ирттерме сăмах татни çинчен пĕлтерчĕç, кил хуçи пулса тăчĕç.
Малтанхи вăхăтра тӳскелерĕ-ха Семен Яковлевич. Килте тирпей çукки те, çамрăк кин апат пĕçерме юратманни те тарăхтарнă, паллах. Ирĕксĕрех урай çума, яшка пĕçерме, çĕр улми ăшалама тиврĕ ăна. Чи канăçсăрлантараканни — ывăлĕпе кинĕ патне кашни канмалли кун шавлă ушкăн пуçтарăнни. Вĕсем кĕрлесе килсенех хăйĕн пĕчĕк пӳлĕмне кĕрсе ларкаларĕ Семен Яковлевич. Йĕркеллĕ канасси, тунти кун сменăна кĕриччен лăпкă çывăрса вăй пухасси çинчен шухăшлама та май килмерĕ. Ăнланчĕ вара: ку тăрлавсăрсемпе пĕр çемьере пурăнасси чĕр тамăк уншăн. Тухса тарма тивет хăй ĕçлесе илнĕ, хăй ячĕпе тытса тăракан хваттертен...
Килпетсĕр лару-тăрăва манас тесе заводра ĕçлеме пăрахсанах пĕр хушă яла кайса пурăнчĕ. Анчах çур ĕмĕр каяллах тухса кайнă тăван яла таврăнасси пĕрре те çăмăл мар иккен. Çуралнă кил-çурт пур-ха Кĕçĕн Çавал хĕрринчи Самукварта. Пӳртне Семен Яковлевич хăй лартнă. Анчах амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн Çĕрпӳре пурăнакан шăллĕ Михала юлчĕ унта. Амăшĕ ăна халал хучĕ парса хăварнă иккен.
Хулари пĕр кантурта ĕçлекен Михала кану кунĕсенче çеç ялта пулать. Мăшăрĕпе пĕрле. Лешĕ çав тери выçă куçлă хĕрарăм. Семен Яковлевич килте, пахчара мĕн тунине сăнасах тăрать. Эсĕ тач тăван, çак пӳрте лартнă çын мар, темĕнле вăрă-хурах тейĕн, вĕсен пурлăхне çаратма килнĕскер. Ялта кăштах пурăнас шут пурччĕ. Михалапа арăмĕ Çĕрпĕве кайма пуçтарăнчĕç те хăваласа янă пекех хӳтерсе тухрĕç тăван килтен.
— Эпир алăксене çăрапа питĕретпĕр, вăрă тени халь ялта та кашни утăмрах, — аванмарланчĕ Михала. — Галина Фёдоровна сана пĕччен хăварасшăн мар. Пĕрле кайăпăр. Юрать-и? Çапла, темĕнле пысăк пуçлăх вырăнне хурать Михала район администрацийĕнче компьютерпа ĕçлекен арăмне, вĕçĕмсĕрех Галина Фёдоровна та Галина Фёдоровна тесе йăпăлтатать. Çилĕ капланса тулнăччĕ ун чухне Семен Яковлевичăн, пĕр-пĕр хивре сăмах лаплаттарса хурса тăкĕччĕ. Тытса чарчĕ хăйне, Шупашкара таврăнчĕ.
Унтанпа тăван ялĕнче, ашшĕ-амăшĕн килĕнче пулса курман Самукварта çуралнă Яка Çумкка. Чун туртмасть. Сивĕннĕ чĕре пăрпа витĕнет. Михалапа Галина Фёдоровна хăйсем те чĕнмеççĕ. Ялта урăх никам та тăрса юлман Яка йăхĕн хурăнташĕсенчен. Вăл шкула чупакан ача чухне Самукварта ашшĕн тăванĕсем ултă килтеччĕ. Халь ялăн тĕп урамĕнче Яка Яккун, Çемен ашшĕн, çурчĕ çеç теплерен, Михала яла килсен, тĕтĕм кăларать. Ытти тăванĕсем вилсе пĕтнĕ, чĕррисем те ялтан таçталла, Çĕпĕр таранах, кайса саланнă.
Хăйсен çумне «Яка» ят мĕнле çыпçăннине чухлать Семен Яковлевич. Ватă аслашшĕ, патша çарĕнче фельдфебель чинĕ илнĕскер, яла чаплă тумпа таврăннă иккен. Шăрăхра ирĕлекен хыр сухăрĕ пек çыпçăннă çав фельдфебель çумне "Яка" ят. Аллăра авлансан çуралнă ывăлне Якку ят панă вăл. Яка Якку тенĕ ăна Самукварсем. Вăрçăччен, 1941 çулччен, Самукварта колхоз председателĕнче ĕçленĕ Яка Якку. Ашшĕне фронта ăсатса янине лайăх ас тăвать Семен Яковлевич. Вăл, тăххăрти ача, ашшĕне колхоз ăйăрне кӳлнĕ тăрантаспа Канаша ăсатма кайнăччĕ. Амăшĕпе пĕрле. Фронтра юн юхтарса çапăçнă Яков Кушков салтак, анчах вăрçă чарăнас умĕн тыткăна çакланнă. Яла таврăннă-ха, Çумккаран вун виçĕ çул кĕçĕн Михала çуралнă. Çăмăлланнă арăмне Шăхасан сиплевĕшĕнчен илсе таврăннă кунхине Яка Яккуна пăшаллă çынсем çĕр варринче килсе тытса кайнă. Нимĕçсен аллинче тыткăнра пулнă тесе вун пилăк çул Уралти лагерьте асаплантарса усранă Самуквар чăвашне. Унтан çăлăнса яла таврăнсан виçĕ çул та пурăнайман шăммипе тирĕ çеç тăрса юлнă этем. Халь иккĕн çеç Самукварти Яка йăхĕнчен. Çеменпе Михала çеç.
3
Арăмĕ Улька патĕнчен таврăннă хыççăн Татюкпа Семен Яковлевич хушшинче кĕтмен çĕртен тенĕ пек сиксе тухнă çавраçил иккĕшне те тарăн шухăша ячĕ. Эрне иртрĕ, тепре. Тек хускатмарĕç, сыпăнтарас темерĕç ĕнтĕ çав сăмаха. Анчах ун тыткăнĕнчен çăлăнма пултараймарĕç. Кашниех хăй енчен хыттăн пырса çапмалли вăй пухрĕ темелле.
Татюкпа урлă пулни пĕрре те тĕлĕнтермест-ха. Хĕрарăмĕ çавăн йышшискер мар-и? Те турти кĕскерех, те ытлашши пуçтахланма юратать. Унпа пĕрлешсе мăшăрлă пурăнма тытăннă чухнех арăмĕн ялĕнчи палланă çын, юнашар цехри слесарьсен бригадирĕ, сăмах еккипе çапла асăрхаттарнăччĕ.
— Пирĕн Чăрăшлă кĕрӳшĕ пулса тăтăн эппин. Саламлатăп, Хамăрьял! Çапах та асту ман сăмаха. Питĕ кутăнскер вăл, Сариван Татюкĕ. Çавăнпа тилхепене халех хытă çатăрласа тыт. Унсăрăн...
Шӳтлесе-кулкаласа ирттерсе янăччĕ çав калаçăва. Ара, кам тата мĕншĕн тиркеме пултарĕ уçă кăмăллă, чĕкеç чĕлхиллĕ Татюка? Паллашнă, çывăхланса пынă çемĕн ытларах та ытларах юратрĕ хĕрĕхе çывхарса та вун çиччĕри пек чипер хĕре Семен Яковлевич. Сăн-сăпачĕ, утти-чуппи, çаврăнăçулăхĕ, тирпейлĕхĕ — пурте вырăнлă, килĕшӳллĕ. Тепĕр тесен, Семен Яковлевич, икĕ ывăл ашшĕ, хĕр суйласа тиркешмелли яш каччă мар ĕнтĕ. Арăмне Карачура масарне пытарнăранпа виçĕ çул ытла урçа шучĕпе пурăнчĕ, ывăлĕсене йĕркеллĕ çын тума тăрăшрĕ. Çапах та ватлăхалла сулăнакан арçынна пĕччен кансĕрех. Кĕрхи тĕксĕм пĕлĕт хушшинчен йăлкăшса пурăннă çутă çăлтăр пулчĕ уншăн Татюк.
Çуркунне Атăл пăр тыткăнĕнчен хăтăлса çитсенех туристсен теплохочĕ Шупашкартан Аçтăрханалла çул тытрĕ. Тахçанах тăван Атăл тăрăхне курса çӳрес шут пурччĕ Семен Яковлевичăн. Çавăнпа профком пуçлăхĕ путевка сĕнсен хĕпĕртесех килĕшрĕ. Вунă кун хушшинче туриста кирлĕ пулакан япаласене пĕчĕк чăматана пуçтарса чикрĕ те пристане васкарĕ. Иртерех аннă иккен, çăра тĕтре сирĕлмен Атăл хĕррипе. Туристсем пуçтарăнма ĕлкĕреймен-ха. Хăмăр плащ тăхăннă, чечеклĕ тутăр çыхнă хĕре, пĕччен тăраканскере, асăрхарĕ те, ун çумнерех пырса тăчĕ Семен Яковлевич.
— Каçарăр та, эсир Аçтăрхана каймастăр-и?
— Мĕн, çамка çине çырнă-и? — йĕплерĕ лешĕ.
— Тĕрĕс! Сирĕн çамка çине шăпах çапла çырса хунă: Шупашкар — Аçтăрхан — Шупашкар çулпа çӳрекен турист тенĕ, — шӳтлеме тăрăшрĕ Семен Яковлевич.
— Ара, сирĕн ăслă çамка çинче те çавăн пекех çырса хунă-çке! — парăмра юлмарĕ çивĕч чĕлхеллĕ хĕр.
— Эппин, ăнлантăмăр. Паллашрăмăр темелле, — вашаватланчĕ çул юлташĕ тупăннишĕн савăннă арçын. — Пĕрле кайăпăр, пĕрле курса çӳрĕпĕр Атăл хĕрринчи хуласене. Паллах, хушша кĕрекен пулмасан.
— Эпĕ пĕчченех, — пат татса хучĕ, ăнсăртран тĕл пулнă этеме шанчăксăррăн тĕсесе. — Ирĕклĕ хĕрарăм эп. Мана никам та чăрмантармасть.
— Эпĕ те ирĕклĕ арçын, — харсăрланчĕ Семен Яковлевич. — Виçĕ çул ĕнтĕ йĕвенсĕр ăйăр пек çӳретĕп.
— Йĕвен тăхăнтартаканни, çăварлăх хыптараканни ăçта вара? — тĕм хура куçĕсене чăрсăррăн çиçтерчĕ самаях çулланнă хĕр. — Е килтен тухнă-тухманах ют арăмсемпе ермешме юрататăр?
— Тархасшăн, каçарăр мана, тӳрккес çынна, — аванмарланчĕ Семен Яковлевич. — Пĕлессĕр килсен, Дон Жуан йышшискер мар эпĕ, Альфонс таврашĕ те мар. Агрегат заводĕнче ĕçлетĕп. Пĕччен арçын эп савнă мăшăрăма масар шăтăкне кайса пытарнăранпа.
— Пĕлмен, пĕлмен. Хăвăр та курнă-курманах шăл йĕрме пуçларăр та, — сассине пусарчĕ хĕр. — Ятăр-шывăр мĕнлерех?
— Çемен ятлă. Семен Яковлевич Кушков. Канаш чăвашĕ Шупашкарта çамрăкранпах, салтакран килнĕренпех. Эсир вара?
— Эпĕ те чăваш ялĕнчен, "Энергозапчасть" заводра ĕçлетĕп. ОТК контролерĕ. Татюк теççĕ. Татьяна Ивановна.
— Тавтапуç, хăвăрпа паллаштарнăшăн, — хĕрĕн килĕшӳллĕ, ачаш аллисене чăмăртарĕ Семен Яковлевич. — Юнашар заводранах апла. Теплоход çинче курнăçăпăр-ха. Калаçăпăрах ăш каниччен. Юрать-и?
— Юрамасăр! — тикĕс шăлĕсене çиçтерчĕ Татюк,
Кăкшăм енчен хĕмленсе хăпарнă хĕвел пайăркисем Атăл хумĕсене ылтăн тĕспе капăрлатнăçемĕн кĕпĕрленсех тулчĕç дебаркадер çине Аçтăрхана кайма пухăннă туристсем. Часах, ирхи уçă сывлăша хавас кĕвĕпе янратса, шап-шурă теплоход çитсе чарăнчĕ. Туристсем хăйсен каютисене шырама пикенчĕç.
Юмахри пек иртсе кайрĕ Атăл тăрăх курса çӳренĕ вунă кун. Юрату сăпки çинче ярăнчĕ Семен Яковлевич. Татюкран уйрăлма пĕлмерĕ. Каютисем те юнашар тенĕ пекех, пĕр палубăра пулчĕç вĕсен. Хусанта виçĕ сехетлĕхе чарăнсан хулана васкарĕç. Çеменĕн çарти юлташĕ Ильдар Мухаметов патне кĕрсе тухрĕç. Хăйĕн çĕнĕ машинипе юхан шыв портнех ăсатрĕ çамки çаралнă Ильдар. Чĕмпĕрте, Самарта, Саратовра, Волгоградра пулчĕç чăваш турисчĕсем. Герой-хулара Мамай сăрчĕ çине улăхсан Татюк ыйтнипе унăн Атăл çыранĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă куккăшĕн, Степан Алексеев лейтенантăн хушаматне шыраса тупрĕç, тавăру хĕçĕ çĕкленĕ Паттăр хĕрарăм палăкĕ умĕнче асăнмалăх сăн ӳкерттерчĕç.
Мăшăрланма сăмах татса таврăнчĕç Аçтăрхантан Семен Яковлевичпа Татюк. Шупашкара килсенех, кану вăхăчĕ иртиччен, Самуквара Çемен амăшĕ патне, унтан Чăрăшлăха çитрĕç, аслисенчен пил илчĕç. Питĕ килĕштерчĕ Татюка Çемен амăшĕ, Татюкăн ашшĕпе амăшĕ те тиркемерĕç хура çӳçĕ тĕл-тĕл чăпарланнă Кушкова. Ăнланчĕ Семен Яковлевич, аслă хĕрĕ тинех чун туртнă çын тĕлне пулни хĕпĕртеттерчĕ вĕсене, хĕрĕхе çитекен Татюк çемье çавăрма мехел çитерни савăнтарчĕ. Никама систермесĕрех кайса çырăнчĕç Шупашкар ЗАГСĕнче. Татюкăн çĕнĕ микрорайонти хваттерĕнче пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Çирĕм икĕ çул ĕнтĕ çак ăшă йăвара.
Иккĕшĕ пĕрлешрĕç те чун-чĕре çамрăкланчĕ вĕсен. Хăйсен завочĕсенче смĕна йĕркипе ĕçленĕрен канмалли кунсенче кăна пĕрле пулаççĕ те савăшса тăранаймаççĕ. Хĕрĕхе çывхарсан та хĕр-упраç чысне çухатман Татюк тинех ăнланса илчĕ пулас юратăвăн чĕрене çулăм хыптаракан туйăмне. Семен Яковлевич, хăйĕн арлăх вăрлăхне акса икĕ ывăл çитĕнтернĕ, самаях çулланнă арçын, çĕнĕ мăшăрĕ çемьеллĕ пурнăç тути-масине лайăх ăнлантăрччĕ тесе мекеçленсех тăрăшрĕ. Пĕрле ирттерекен кашни кун, кашни каç тахçан-тахçан кăчăк туртса илĕртнĕ, тинех алла çакланнă асамлă телей пулчĕ вĕсемшĕн.
Çавăн пек пулмалла та. Анчах иккĕмĕш хут мăшăрланнă хыççăнах пĕр канăçсăр шухăш чĕрмелерĕ Семен Яковлевич чĕрине. Тĕрĕс турĕ-ши вăл, Татюкăн саккунлă упăшки пулса тăнăскер, ун хваттерне пурăнма куçса? Тупра таврашĕ тиесе килмерĕ. Çири тумтирĕпе, хĕлле тăхăнмаллисен çыххипе çеç килсе кĕчĕ çакăнта, тăхăр хутлă панель çурта, арăмĕн пĕр пӳлĕмлĕ хваттерне. Хăйĕн хваттерне, мĕн пур пурлăхне Станиславпа кинне парса хăварчĕ.
Çавна пĕлсен Самукварти амăшĕ, хытах чирлекенскер, аслă ывăлне вирлĕн ятларĕ.
— Хăв ĕçлесе илнĕ хваттере çав çаракут майрана парса хăвартăн-и? Ухмахран ухмах эс, Çумкка, — ӳпкелерĕ амăшĕ, йывăррăн сывласа. — Юрĕ, эп нумай пурăнаймăп çак çутă тĕнчере. Сирĕн вара ыранхи çинчен шутламалла, ял тымарне татмалла мар. Пĕлетĕн-и, ачам, эсĕ хулара пысăк хваттер илсен мĕнешкел хĕпĕртенĕччĕ эп. Тен, хĕллехи уйăхсенче, çак пӳрте пĕччен çын валли вутă хутса ăшăтиччен сан пата пырса пурăнăп тенĕччĕ. Халь, ав, хăв та пăрахса кайрăн унтан. Асту, пыра киле мана-и, сана хăвна та алăк урати урлă каçармĕç. Тата çакна калам-ха, — сывлăш пӳлĕннипе тăкăссăн ӳсĕркелерĕ амăшĕ. — Киле кĕнĕ арçын пулса тăтăн-и-ха, ывăлăм? Чăвашсем киле кĕрекене нихçан та хисепе хуман. Юлхав, хăйне шанман чыссăр этем çеç ют килте йăва çавăрать. Сан хăвăн нимĕн те çук унта...
Тек çав йывăр ыйтупа сăмах-юмах пулманччĕ амăшĕпе ывăлĕ хушшинче. Аслă ывăлĕ ялти кил тĕрекĕ пуласса ĕненмерĕ ĕнтĕ ватта çитнĕ карчăк. Михала салтакран таврăнчĕ. Ят тухиччен ял хуçалăх техникумĕ пĕтернĕскер, темшĕн-çке килте тĕпленес темерĕ, Çĕрпĕве кайса вырнаçрĕ. Чăн та, Самуквара манмарĕ-ха, амăшĕ патне кайсах тăчĕ.
Анкартинче çĕр улми кăларнă çĕртех лаплатса ӳкнĕ амăшне район сиплевĕшне вырттарни çинчен хыпарласанах Семен Яковлевич виçĕ талăк чирлĕ амăшĕн палатинче ларчĕ. Ура çине тăркаланă карчăка киле ярсан Самуквара Татюк кайрĕ, хунямăшне эрне пăхса пурăнчĕ. Сываласси пулмарĕ Яка Якку карчăккин, ял-йыш ăна юлашки çула ăсатрĕ...
Çирĕм çул ытла пурăнать хăйшĕн ют хваттерте Семен Яковлевич. Ăна-кăна куркаланисем ăс панипе хăйĕн хваттерне хут уйăрса пăрахмарĕ. Ун çинчех шутланать виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер, укçине те, вĕçĕмсĕр пысăкланакан хваттер укçине, хăй тӳлесе тăрать. Ăçта кайăн тепĕр тесен? Хăйĕн хваттерне приватизацилерĕ те пĕрмаях çак шухăшпа çĕтĕлме пикенчĕ Татюк: кама халал хучĕпе парса хăвармалла хăйĕн саккунлă харпăрлăхĕ шутланакан хваттере? Тивĕçлĕ хутсене кам ячĕпе майлаштармалла?
— Уншăнах пуçна ан ыраттар-ха, — вăрçкалать тепĕр чухне Семен Яковлевич. — Эпĕ те вилес теместĕп-ха. Эсĕ вара манран нумай çамрăкрах. Хĕрарăм тени арçынран 10-12 çул нумайрах пурăнать. Çавăнпа ĕлкĕрĕн-ха хваттере пĕр-пĕр кахала парнелесе хăварма.
Мĕн каласси, хваттер хуçи те, çемье пуçĕ те Татюк. Пĕрлешнĕ хыççăнах çырлахрĕ çак йĕркепе Семен Яковлевич. Заводра чухне ĕç укçине, премие пĕр пус хăварми мăшăрне парса пычĕ. Халь пенси укçи те йăлтах Татюк аллинче. Капла шанчăклăрах. Арăмĕ укçа-тенке перекетлеме пĕлет. Арçын енчĕкĕнче укçа пулсан, Турă сыхлатăр та, лавкка-пасар таврашĕнче кĕртлешсе çӳрекен тăрпалтайсемпе çыхланса каясси те инçе мар. Укçа арăмĕн шанчăклă аллинче те, капла пурăнни питĕ юравлă Семен Яковлевичшăн. Хăçантанпа ĕнтĕ никампа та пĕр-пĕр лăпкă кĕтесре сăра-эрех ĕçсе курман вăл.
Татюк пенсие тухрĕ те хайхи тивĕçлĕ кану тенин ырлăхĕпе пĕр-ик уйăх реххетленсенех Семен Яковлевича вĕçĕм тапăнма пикенчĕ. Яла каяс килет ун. Хăналăха мар, çĕр çинче ĕçлеме. Хула çывăхĕнче пĕчĕк пахча илнĕччĕ-ха, унта çу каçипех чаваланаççĕ. Çук, пач та çырлахтармасть Кушков арăмне тăватă соткăллă пахчара аппаланни.
— Пăрахмалла çак мĕскĕн пахчана! — çине-çинех янрашрĕ Татюк. — Ĕçлесе тар юхтарнин усси ăçта? Пур-çук çимĕçе те çаратса каяççĕ, çуртне юсама ĕлкĕрейместĕн, ватса-çĕмĕрсе тăраççĕ. Утас та килмест ман çав пахчана!
Хулара çур ĕмĕр пурăнсан та ялтан уйрăлас шухăш пулман Семен Яковлевичăн. Самукварта, амăшĕн килĕнче, виçĕ çул çĕр улми, пахча çимĕç лартса ӳстерчĕç. Михалапа арăмĕ, Галина Федоровна, унта кил хуçи пулса тăриччен. Унта çӳремелли çул хупăнсан Чăрăшлăхра, Татюк çуралса ӳснĕ килте, самай чаваланчĕç анкарти ĕçĕпе. Халĕ унта та Кушковпа арăмĕн кĕреçе-кĕрепле çĕклесе тухмалли çĕр лаптăкĕ çук.
Пĕр хушă манăçнăччĕ ялта ĕçлесе пурăнас шухăш. Улька Андижанран куçса килсе Сăр енчи Шурçеремре ял хĕрарăмĕ пулса тăчĕ те, каллех çĕнĕрен аса илчĕ тахçанхи юррине Татюк.
Çук, яла каяс, унта ĕçлесе пулăшкалас тесен пĕрре те хирĕç мар Семен Яковлевич. Мĕн пĕчĕкрен çыпçăнчĕ ун çумне хресчен терчĕн куршанакĕ. Халĕ те куç умĕнчех вăрçă çулĕсенче Самуквар колхозĕн уй-хирĕнче суха тунă, тырă вырнă тантăшĕсем — Петĕр, Ванюк, Çтаппан... Шел, паян Яка Çумккапа пĕрле нуша икерчи çисе ӳснĕ вăрçă ачисенчен пĕри те юлман çут тĕнчере. Тăпри çăмăл пултăр вĕсен...
Улька Сăр хĕрринчи ялта çурт туянсан Кушковсем темиçе хут кайса курчĕç Шурçереме. Пĕлмен вырăн мар Семен Яковлевичшăн. Шурçеремрен виçĕ çухрăмри Лучково поселокне, Чулхула çулĕ хĕрринче вырнаçнăскере, сахал мар килсе çӳренĕ. Хăйсен цехĕнчи Самуил çав енче çуралнăскер. Лучково вăрманĕнчи мăйăрлă, çырлаллă, кăмпаллă вырăнсене лайăх пĕлет. Çавăнта пĕр енне кайсан завод автобусĕпе кая-кая килнĕ Сăр хĕрринчи сĕм вăрмана. Мĕн каласси, шавласа тăратчĕ ун чухне Лучково поселокĕ. Вăрман касса тирпейлекен йышлăччĕ унта. Икшер хваттерлĕ тăн-тăн çуртсем йĕркерен ларатчĕç çул хĕрринче. Халĕ, ак, Татюк йăмăкĕ çав енчи çын пулса тăчĕ. Ун патне малтанхи хут кайсан Етĕрне автобусĕнчен Лучково чарăнăвĕнче анса юлчĕç те, Семен Яковлевич тахçан Самуил ертсе пынипе мăйăр татма килсен çĕр выртнă кил хуçине шыраса тупасшăнччĕ. Лапсака хырсен айĕнчи çурта тӳрех палласа илчĕ. Унăн пĕр вĕçĕнче пурăнатчĕ ĕмĕрĕпех вăрман хуралçинче ĕçленĕ Фрол Кузьмич. Вăрманта çӳресе ĕшеннĕ, тепĕр чукне çумăр айне лексе лачкам йĕпеннĕ хăнасене шеллетчĕ пĕчченех пурăнакан ватă вырăс. Мунча хутса хуратчĕ, хурлăхан çеçки ярса техĕмлĕ чей вĕрететчĕ. Мĕн чухлĕ калаçса ларман-ши унпа Семен Яковлевич. Сăлтавĕ пурччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче Фрол Пиголкин автоматчик, Фокино салинчи вырăс каччи, Кенигсберг крепоçне туртса илме хутшăннă. Унта йывăр суранланнă 43-мĕш гварди полкăн салтакĕ. Шăпах çав 43-мĕш полкра хĕсметре тăнă аллăмĕш çулсенче чăваш ачи Семен Кушков. Ăçтан туслашмĕç ĕнтĕ пĕр полк салтакĕсем!
Фрол Кузьмич пурăнать-ши тесе хумханса пырса кĕчĕ икĕ хваттерлĕ йывăç çурт картишне Семен Яковлевич. Паллах, йывăр рюкзак йăтнă арăмĕ те унран юлмарĕ. Уксах йытă, ют çынсене вĕрме те вăй юлманскер, пĕчченех кĕтсе илчĕ вĕсене. Çурчĕ ларать-ха. Анчах никам та пурăнмасть унта. Алăксемпе чӳречесене çапа-çапа çĕмĕрнĕ. Лучковăри ытти çуртсенче те çав ӳкерчĕкех. Пĕрин те хуçи çук. Лучковăри вăрман хуçалăхĕ пĕтсе ларсан пурте пăрахса хăварнă иккен çав тери илемлĕ, хăтлă посёлока. Çул хĕрринчи буфетра ĕçлекен ватă хĕрарăм каланă тăрăх, Пиголкин вăрман хуралçи çирĕм çул каяллах вилнĕ, ăна Атăл хĕрринчи Фокино масарне пытарнă.
Вăрман хушшинчи сукмак илсе каять Шурçеремелле. Тӳп-тӳрĕ прачакпа. Çĕр-шыв типнĕччĕ ĕнтĕ. Ялта çĕр улми лартаççĕ. Вăрманта вара çурхи шыв хухма ĕлкĕреймен. Сукмакăн икĕ енчи тарăн шырлансем тăп тулли. Ура ăнсăртран шуçса кайсан мăй таран шывра шăмпăлтататăн. Хăватлă тракторсемпе тягачсем ватса-çăрса пĕтернĕ вăрманти çула. Çавна пула Турă маннă утрав пек тăрса юлнă мăн çултан виçĕ çухрăмри Шурçерем ялĕ. Машинпа килес тĕк таçтан, Пушнар таврашĕнчен, çирĕм çухрăма яхăн тавра çул туса кĕмелле. Çуркунне-кĕркунне е çулла шалкăм çумăр çусан хупăнса ларать Шурçеремсен çав тавра çулĕ те. Ял çывăхĕнчи пĕчĕк çырман чăнкă тăвайккине нимĕнле техника та хăпарса çитеймест. Хĕлле юр çуса лартсан темиçе уйăхлăха питĕрĕнет тертлĕ çул.
Çуран çӳрекенсемшĕн вара вăрманти сукмакпа çур сехет утмалăх çеç. Ку енчи пĕр çын мухтаннă пек тĕлĕнмелле чаплă курорт вăл, Сăр хĕрринчи Шурçерем! Улька, Андижан инженерĕ, çак тӳлек чăваш ялĕнче тĕлленсе вырнаçнăшăн хĕпĕртерĕ Семен Яковлевич. Татюкпа йăмăкĕ хĕрарăм ĕçĕпе айкашнă чухне хуралтăсене кăшт-кашт тӳрлетме тăрăшрĕ. Кивелнĕ çурт-йĕрте ĕçĕ мăй таранах. Пӳрчĕ аптрамасть-ха. Анчах çенĕкне хăма çапса çеç тукаланă. Кĕлечĕ, сакайĕ, лаçĕ, ĕне вити чалăшнă. Пăсса юсамалла вĕсене, çĕнĕ никĕс çине лартмалла. Мĕн тăвăн, çавăн пек вăл ялти кил-çурт хуçин пурнăçе, терчĕ-нуши. Вăй-пур чухне, чир-чĕр пусса антармасан, пĕрре те хирĕç мар-ха Семен Яковлевич теплерен Шурçереме кайса килме. Улькана пулăшма. Татюк вара, ав, çу каçипех унта кайса пурăнасшăн. Теплерен чирлекелет пулсан та, арăмĕ хăйне шанать эппин. Семен Яковлевич вара ун сиккине çикейĕ-ши? Тем, шанчăк сахал. Пĕр чир çумне тепри ермешет.
Пуç шухăшланă, куç курнă, хăлха илтнĕ, ура утнă чухне малаша шанать этем, ыранхине ĕненет. Тепĕр чухне, çанталăк пăсăлас умĕн е йĕпе-сапа вăраха кайсан хăйне питĕ начар туйсан та лаплатса выртма килĕшмест-ха Семен Яковлевич. Сывлăхĕ каялла чакса ан лартăрччĕ тесе пайтах тăрăшать, вăй çитĕшне аппаланать. Турра шĕкĕр, апат анать, ыйхă килет. Çывăрса кансан радио гимн калама тытăничченех, аутотренинг меслечĕпе ӳт-пĕве сăтăрма, ал-урана хускатма пуçлать. Ун хыççăн уçă чӳрече умĕнчи гимнастика. Пилĕк таран çăвăнать. Малтан вĕри шывпа, кайран сиввипе. Миçе çул тытать ĕнтĕ çак йĕркене — сывă пурнăç йĕркине. Паллах, Кушков çӳрекен Салавăшри врачсем калашле, органсене çĕнетме, çамрăклатма май килес çук, çапах та ватлăх хутлатса лартассине чарса тăма пулатех. Ĕненет çакна Семен Яковлевич. Кĕнекесенче, хаçат-журналта сывлăх пирки çырнине вулани, радио хыпарĕсене итлени, вĕсемпе май çитнĕ таран усă курни ытлашши мар ватта çывхарнă этемшĕн.
Çыншăн чи хакли — çĕр ĕç терапийĕ. Агротерапи темелле-ши ăна ăслăлăх чĕлхипе. Çуркунне юр кайса пынăçемĕн хуллен чаваланма пуçлать Кушков хăйĕн пĕчĕк пахчинче. Малтан тарăн юра сирсе çул уçать, дача çурчĕ тавра хырса тасатать. Çи виттине хупланă юра антарать. Часах йăран чавмалли, çĕр улми лартмалли, тĕрлĕ çимĕç акмалли вăхăт çитет. Черетленсех тăрать пахча ĕçĕ. Тĕлĕнмелле, алла кĕреçе тытать те ыратнине манса каять Семен Яковлевич. Ир-ирех ĕçе пикенет те Татюк кăнтăр апачĕ хатĕрличчен пĕрре те ларса канмасть. Вăй хушăнать-и-ха çĕрпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ кунсенче?
Мăшăрĕ çăварни хыççăн Шурçеремре Улька патĕнче виçĕ кун пурăнса таврăнсанах яла ĕçлемелле куçса кайма шут тытнине татăклăнах хирĕçленĕччĕ-ха Семен Яковлевич. Халĕ вара, пуç тавра ун-кун шухăшласа çавăрсан, Татюк сăмаххинче тĕрĕсси пуррине ытларах та ытларах ĕненме пуçларĕ. Юрĕ, хăй вăл, çитмĕл пиллĕке пуснă ватă сăрнай, çĕр çĕмĕрттерсе çӳреймĕ Сăр хĕрринчи ялта, анчах утмăл урлă тинрех каçнă арăмĕшĕн çуллахи уйăхсенче хресчен ĕçĕпе шараçланни чăннипех усăллă пулĕ. Сиплĕ вăл, ял сывлăшĕ. Улька, ав, Узбекистанри шăрăхра пуç ыратнипе хытах нушаланнăскер, Шурçеремре пĕр çулталăк пурăнсанах çав инкеке манса кайнă.
Çапла шутланă май, хăй сисмен çĕртенех, Семен Яковлевич Татюкпа иккĕшĕн ялти пурнăçĕ мĕнле йĕрпе чупассине ăнкартма хăтланать. Паллах, Шурçеремре Улькан хăйĕн çурчĕ пур пулин те, унта пурăнас çук Кушковсем. Çывăх тăван-и е кайри хурăнташ — пур пĕрех çын патĕнче хĕсĕнсе пурăнасси йĕркеллĕ япала мар. Татюк та çав шутлах иккен. Шутсăр тавçăруллăскер. Шурçеремре камсем çурт сутнине ыйтса пĕлнĕ вăл. Хуларан катари ялта хаклах ыйтас çук. Улька ав ним енчен те тиркемелли çук хуçалăха вăтăр пинпе туяннă. Эппин, Кушковсем те хăйсене валли çурт туянма вăй çитерĕç. Ял çыннин укçа вырăнĕ тупăнсах тăрать. Тăвăр пахча мар вăл хальхи гектарлă анкарти. Кĕреçепе чавса ĕлкĕреймĕн унта. Йĕркеллĕ хуçасем лаша усраççĕ, унпа сухалаççĕ, кил таврашĕнчи ытти ĕçе тăваççĕ. Самуквартах миçе килте лаша усрамаççĕ-ши халь? Шурçеремре те пур лашаллисем. Паллах, лаша усрасан унпа ĕçлемелли хатĕр-хĕтĕр кирлĕ. Урапа-çуна, ут таврашĕ, акапуç, сӳре. Тăкакĕ кашни утăмрах. Алла хутпа кăранташ тытсах шутларĕ Семен Яковлевич. Хăраса ӳкмелли çук, çитет пурин валли те. Кайран хăйсем анкартинче пуçтаракан çимĕç тупăш кӳрекен пулĕ.
Çапла, пĕчĕк шырлакран хумлă юхан шыв пуçланнă пек, çирĕпленсех пычĕ ялта пурăнма каяс шухăш.
4
Ют мăнастире хăв кĕнекӳпе кĕреймĕн. Ют ялта пурăнма тытăнасси те çав манерлех. Кашни ялăн, кашни кас-урамăн, кашни хресчен килĕн хăйĕн ĕмĕртенпе çирĕпленнĕ йăли-йĕрки пур. Куç илми сăнаса, асăрхаса тăраççĕ ялта çĕнĕ çыннăн кашни утăмне. Хăйсене килĕшсен те тӳрех ырлама васкамаççĕ-ха, енчен тӳртĕн утăм турăн пулсан вара намăс юпи çумне пăталаççĕ, кулса тăрăхлаççĕ, ятлаçсах каяççĕ. Ирĕксĕрех ял çынни мĕнле ĕçлет, мĕн тăвать — çавăн пек пулмалла.
Улька Шурçеремре çурт туяннă хыççăн ахальтен-и вĕçĕмех кулянса çӳренĕччĕ Кушков арăмĕ. Йăмăкĕ, Мускаври институтран вĕренсе тухнăранпах узбек хулинче пурăннăскер, инженер ĕçĕпе çыхăннăскер, мĕнле айкашĕ çĕнĕ вырăнта, ял çыннин йывăр лавне туртма вăй çитерĕ-и, пахча-çырма терчĕ çине алă сулса Шупашкара тарса килмĕ-и? Çавăнпах ĕнтĕ, малтанхи çул, уçлă-хуплă вăхăт тупса, кайкаласах тăчĕ Шурçереме. Семен Яковлевич та арăмĕпе пĕрле çӳрерĕ. Майĕпен-майĕпен паллашрĕ Сăр хĕрринчи пĕчĕк ял çыннисемпе.
Ытти чăваш ялĕсенчи пекех, Шурçеремре те хăйсен уйрăм колхозĕ пулнă. Ял хĕрринче тăлăххăн курăнса ларнă правлени çурчĕ, ферма витисем. Пурте пушă. Пурте юхăнчăк. Вак хуçалăхсене пĕрлештерсе пысăклатсан Шурçерем тăлăх ача вырăнне тăрса юлнă иккен. Ферма выльăххисене, тракторсене, ытти техникăна колхозăн тĕп ялне куçарса кайнă. Çавăнтанпа çил шăхăрнă ишĕле-ишĕле аннă витесенче. Правлени ултă кĕтеслĕ çуртне ялпа лавкка валли хăварнă-мĕн. Пурăна киле, такамсем икĕ хутчен çаратсан, Шурçерем лавккине те хупнă. Çĕршĕнсе ларнă вара тахçан колхоз пухăвĕ кĕрленĕ пысăк çурт.
Ĕçсĕр юлнă Шурçерем халăхĕ. Çавăнпа çамрăксем пĕрин хыççăн тепри тухса тарнă ялтан. Урам тăршшĕпех пушă çурт. Тĕтĕм тухаканнисенче ытларăх карчăк-кĕрчĕк кăштăртатать. Арçын çукпа пĕрех. Чылайăшĕ, арăмĕсене хăраххăн хăварса, пӳкле вилĕмпе уйрăлнă Шурçеремри тулккăсăр пурнăçран. Пĕри Сăра путнă, тепри сӳс урхалăхран çакăннă, виççĕмĕшĕ вăрманта трактор айне пулнă...
Пĕлтĕр, Шурçереме иккĕмĕш хут кайсан, утă çулнă вăхăтра Семен Яковлевич Улька кӳршипе, хăйĕнчен пилĕк çул кĕçĕн Финоген Ивановичпа, паллашнăччĕ. Ирхи сывлăмпа пĕр ана чухлĕ утă çулсан хăй патне чĕнсе кайрĕ ăна Финоген. Шăмат кун ирех мунча хутса пултарнă иккен. Çава сулса ĕшеннĕ Кушкова вĕри мунчара тарласа çăвăнни чухах пулчĕ. Икĕ хут çапăнсан, чылай калаçса ларчĕç мунча çенĕкĕнчи сарлака сак çинче. Кăкшăмри кăпăклă сăра, аншарли черкки çемçетрĕç ватă çынсен чĕлхине. Салтакра хăш енче çӳрени, ăçта-ăçта ĕçлени, пенсие мĕнле тухни çинчен сăмахларĕç. Финоген Туркменири чикĕ хуралçи пулнă иккен, Шурçереме аслă сержант пакунĕпе таврăннă.
— Хĕрĕх çичĕ çул иртрĕ унтанпа. Хăйăрлă пуш хирте чикĕ нарядĕнче çӳрени паян та куç умĕнчех, асăмрах заставăри юлташĕсем, — тет Финоген. — Чи çывăх тăвансем пек уйрăлтăмăр дембель вăхăчĕ çитсен. Кайран çыру ярса илеттĕмĕр. Чăваш ачисем çиччĕн пулнă эпир пĕр отрядра. Елчĕкри Гурий Портнов, Вăрмар енчи Константин Кариков патне кайса курнăччĕ. Вĕсен туйĕсене. Костя кăна килсе курчĕ пирĕн Шурçереме. Ман аслă ывăлăн хреснашшĕ пулчĕ вăл, Кариков ефрейтор. Халĕ вара... Халĕ, — хашлатса сывларĕ çамка çинче шăрçаланнă шултра тар тумламĕсене чăлт шурă йĕтĕн ал шăллипе сăтăрса. — Чикĕре пĕрле пурăннă тусăмсенчен тахçантанпах сас-хура çук. Петĕре, аслă ывăлăма, яла çар училищинчен лейтенант пулса килсен юри янăччĕ Вăрмара, хреснашшĕ патне. Унтан хурлă хыпарпа таврăнчĕ вăл. Кариков хĕрĕх саккăртах çĕре кĕнĕ иккен. Пĕлместĕп, ашăм юпилле пĕр-пĕччен тăрса юлтăм-ши эпĕ хамăрăн заставăри чăваш ачисенчен...
— Çаплах, питĕ йывăр вăл, çывăх юлташсене юлашки çула ăсатасси, — хăй черечĕпе сăмах хушрĕ Семен Яковлевич. — Манăн салтакри юлташăмсем Шупашкарта икĕ взвод чухлĕччĕ. Хĕрĕх-аллă çынран кая мар. Канмалли кунсенче хулана тухсан яланах тĕл пулаттăм хăшне те пулин. Маттурччĕ, пĕринчен тепри хастарччĕ. "Капкăн" ӳнерçи Толя Быков, хор дирижерĕ Гена Максимов, завод пуçлăхĕ Миша Лезин, паллă строитель Сергей Павлов... Тем хушăра умлăн-хыçлăнах вилсе выртрĕç.
— Атя, ырă çыннăм, вĕсене — паттăр салтаксене — ăшă сăмахпа асăнса черкке тытăпăр, — сĕнчĕ кил хуçи. — Утмăл-çитмĕл çул пурăнчĕç, йăх йывăçне турат хушрĕç пулсан, юрĕ, йывăр тăпри çăмăл пултăр вĕсен, çăтмаха лексе юп курччăр. Мана вара хальхи Раççейре çирĕмри йĕкĕтсем ăссăр вăрçăра пуç хуни канăç памасть. Аслă ывăлăм — Вăрмар каччине Костя Карикова тыттарни — Афганистанран çăлăнса килеймерĕ. Кĕçĕнни, Ваçук, çак кил хуçи пуласскер, Чечняран хăрах алăпа таврăннăччĕ, анчах пурнăçра йĕркеллĕ çул тупаймарĕ хăйне валли. Ĕçсе-супса çӳрерĕ те тĕп пулчĕ. Те такамсем çапса пăрахнă ăна, те хăй чикеленсе ӳкнĕ тарăн çырмана. Шыракан, тĕпчекен пулмарĕ. Ывăлăмсем вилсе выртрĕç те арăм пăсăлса кайрĕ. Çулталăкра икĕ-виçĕ хут выртать психсиплевĕшре. Халь те унтах. Кайкаласа килетĕп эрнере пĕрре. Килте пулас тăк мана канăç парас çук вăл, халь иксĕмĕр те çакăнта — вĕри мунча çенĕхĕнче — лăпкăн калаçса лараяс çук. Йĕркерен тухсан, мĕн тăвăн, çыхса пăрахма тивет мĕскĕне. Каллех психсиплевĕше леçсе яратăп. Çавнашкал ман килти заставăри ватлăх асапĕ.
— Шеллетĕп сире, питĕ шеллетĕп, Финоген Иванович, — хута кĕме васкарĕ Семен Яковлевич. — Мĕн тери тӳсĕм кирлĕ, чун çирĕплĕхĕ кирлĕ.
— Тата çакна калам-ха, — çăка алтăр хĕррипе сăра ĕçтерчĕ кил хуçи. — Финоген тени вăл — ман паспортри ятăм. Ялта мĕн пĕчĕкрен Еххим тенĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне те, салтакра та Ефим Иванов ятлăскер пулнă эп. Атте мана Чураш чиркĕвне илсе кайса шыва кĕртнĕ имĕш, унти пачăшкă тĕн кĕнеки тăрăх Финоген ят çырса хунă. Пирĕн Шурçеремре çеç мар, вăтăр-хĕрĕх çухрăм тавралла та Финоген ятлă çын урăх çук. Атте çул çинчех манса кайнă пепкене чиркӳре мĕнле ят панине Еххим тесе чĕнме пуçланă. Салтакран таврăнсан тин, районта паспорт тутарсан, Ефим Иванов вырăнне Финоген Иванов пулса тăтăм. Ялта халĕ те Еххим тесе чĕнеççĕ. Эсĕ те çапла чĕнме пултаратăн. Эпĕ те сана Çумкка тетĕп. Хамăр майлă, хресченле.
— Мĕнех, Финоген мар тăк — Еххим, — килĕшрĕ Семен Яковлевич.
— Еххим тени лайăхрах, чăвашларах. Çапла-и?
— Атя, Еххимпе Çумкка, тепре хĕм кăларса çапăнăпăр, — кулкаласа чул çине шыв сапрĕ вашават кил хуçи.
Шурçеремри чи тирпейлĕ хуçа вăл Финоген Иванович. Килĕ-çурчĕ тĕреклĕ, пурне те кирпĕч никĕс çине лартнă, хĕç-тимĕр витнĕ. Пахчара пурте хăй вырăнĕнче. Ялти хисеплĕ çын, ĕç ветеранĕ. Ахальтен-и ăна халь хăйĕн шанчăклă юлташĕ вырăнне хурать Сабирова староста, ял ыйтăвĕсемпе пĕрле чупкалаççĕ. Тăрăшмалли пайтах. Газ кĕртмелле. Кӳршĕ ялсенче сенкер çулăм çук-ха ĕнтĕ. Шурçереме çитмелли пăрăха тăрăн çырма урлă ниепле те каçараймаççĕ.
Çирĕппĕнех çапла шутласа хучĕ Семен Яковлевич: çуллахи уйăхсенче Шурçеремре пурăнас тăк, Еххим, хайхи Финоген Иванович, уншăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ пулĕ. Унран ял ĕçне хăнăхмалли, ыйтса пĕлмелли темĕн чухлех. Пĕччен вăй çитмен ĕçе иккĕшĕ пĕрле тăвĕç.
Улька таçти аякри Андижанран Чăваш Ене куçса килнипе, Сăр хĕрринчи ял çынни пулса тăнипе танлаштарсан, нумай çăмăлрах ĕнтĕ Кушковсене Шурçереме тухса кайма. Шупашкара тарса килнĕ хыççăн мĕн чухлĕ чупмарĕ-ши Татюк йăмăкĕ, ăçта кăна çитмерĕ-ши? Раççей паспортне илесси, ялта туяннă çурта хăй çине куçарасси, уншăн тӳлесе татăласси пайтах нушлантарчĕç ăна. Халĕ вăл, Ольга Сабирова, районтах ырă ят илнĕ хĕрарăм. Кил-çурта тирпейлĕ тытма та, халăхпа ĕçлеме те пултарать. Вăл çине тăнипе газ кĕртрĕç-кĕртрĕçех яла, район центрĕнчен автолавкка килсе суту-илӳ тăвассине йĕркелерĕç, халăхран сĕт пуçтарма тытăнчĕç. Ял çыннишĕн питĕ кирлĕ пурте.
Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен яла кайса пурăнакан сахал мар халь. Хăй вăхăтĕнче ялтан хулана килнĕ çамрăксем капмар çурт-йĕр лартнă, çĕнĕ заводсемпе фабрикăсенче рабочи профессине илнĕ, мăшăрланса çемье çавăрнă. Хула çынни пулса тăнă. Паллах, тăван ялпа, çуралнă килпе çыхăну татман. Ялти ашшĕ-амăшĕ ватăлсан, пурнăçпа сывпуллашсан ирĕксĕрех вĕсен пурлăхне хăйсем çине илме тивнĕ пенсие тухма çул çитнĕ хула çыннисен.
Семен Яковлевичпа Татюк хулари хваттере питĕрсе хăварчĕç, кӳршисене пăхкаласа тăма хушрĕç те ялта куллен-кун кирлĕ пулакан ăпăр-тапăра икĕ рюкзакпа сумкăна тултарса Шурçереме çул тытрĕç. Чăн та, унччен Татюк пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх кантурне, темĕн амакла РЭП тенĕскере, темиçе те хутларĕ. Çуллахи уйăхсенче хулара пурăнмасть тесе газшăн, электроэнергишĕн, вĕри тата сивĕ шывшăн, лифтшăн тӳлессине чакарттарма мехел çитерчĕ. Ан тив, пайти нумай мар, çапах çемьешĕн усси пурах.
Виçĕ каç кăна выртрĕç Улька килĕнче. Часах хăйсен çуртне пурăнма куçрĕç. Пӳрчĕ аслă, ултă кĕтеслĕ. Ăна вăрçă хыççăнах, аллă çул каялла, ялти пуçламăш шкул учителĕ Захар Филимонов лартнă. Арăмĕпе, ялти вулавăш ĕçченĕпе, пĕр вăхăтрах вилнĕ те пушанса юлнă тăкăрлăк хĕрринчи кил-çурт. Ывăлĕ çамрăклах ялтан тухса кайнă. Урăх ача-пăча пулман вĕсен. Улька малтанах систерсе хунипе Филимонов ывăлĕ яла килчĕ. Çуртне яхăнне те сутасшăн мар. Кам кăмăл тăвать, çавна тара илсе пурăнма парасшăн. Çакна çеç асăрхаттарса каларĕ: çурт-йĕре ан юхăнтарăр, пахчана йĕркеллĕ тытăр. Тен, пенси çулĕ çитсен хăй пурăнма таврăнĕ çуралнă, çунат сарса вĕçсе кайнă килтен.
Сапăр çын пулчĕ Клим Филимонов, ача чухне ялта Ворошилов тесе чĕннĕскер. Темĕнле тархасласан та Кушковсенчен тар укçине илме килĕшмерĕ.
— Мĕнле укçа? — терĕ тĕлĕнсе. — Тĕрĕссипе каласан, атте-анне çуртне упраса, сыхласа пурăнакансене эпĕ хам тӳлеме тивĕçлĕ. Нимĕн те ан шутлăр, кил хуçи пек туйăр хăвăра, вăй çиттĕшне ĕçлĕр, сывлăхлă пулăр. Маншăн эсир тупăнни чăн-чăн телей!
Яла çитсе вырнаçсанах Кушковсем çапла калаçса татăлчĕç Филимонов учитель ывăлĕпе. Улька хăй влаç çывăхĕнчи çын пулнине кăтартрĕ. Ял пуçĕн тилхепине çирĕп тытать иккен. Шурçеремре пурте староста куçĕ умĕнче, никам та иртмест унран. Аппăшĕпе йыснăшĕ чылайранпа пушă ларнă çурта йышăннă-йышăнманах çапла каласа хучĕ вăл:
— Хăвăрăн пурлăх мар Филимоновсен çурчĕ, тара илнĕскер. Мулкач правипе. Çапах, ан кӳренĕр, пурне те хальхи саккун хушнă пек йĕркелемелле. Ыранах, çурт хуçи Хусана тухса кайиччен, Мăнкаса çитĕпĕр, тивĕçлĕ хутсене çырса майлаштарăпăр. Ун пек тумасан, тăванăмсем, сире мар, мана, старостăна, вирлĕ сăмах лекет ял канашĕнчен те, районтисенчен те.
Пурне те Сабирова староста хушнă пек турĕç. Клим Захарович Филимонов, Хусанти авиаци заводĕнче конструкторта ĕçлекенскер, хăйне тивĕçекен кил-çурта Шупашкарти Кушковсене, пенсионерсене, виçĕ çуллăха тара пани çинчен пĕлтерчĕ, килĕшӳ хучĕ çырса алă пусрĕç, пичет пусса çирĕплетрĕç.
— Ялта çу каçни, пахчара чаваланни аван, çапах та общество ĕçне те хутшăнмалла. Вăт так! — Семен Яковлевич аллине хыттăн чăмăртарĕ Мăнкас администраци пуçлăхĕ, вăтам çулсенчи, шакла пуçлă арçын. — Пирĕншĕн çакă паха: çурт-йĕр хупăнса ан лартăр, анкарти çум курăк айне ан пултăр. Ĕçлĕр хăвăра кирлĕ таран, тату пурăнăр. Пирĕнтен пулăшу кирлĕ пулсан Сабирова урлă çыхăну тытăпăр. Вăт так влаç сăмахĕ.
Шурçеремри икĕ килте пурăнма тытăнчĕç те, пĕрне-пĕри мансах кайрĕç тейĕн Татюкпа Улька. Йăмăкĕн хăйĕн килти ĕç мăй таранах, староста тивĕçне те манаймăн. Татюкпа Семен Яковлевичăн ларса канма та ерçӳ.çук. Çын патне кайса çӳреймĕн, хăна пулаймăн.
— Эс, Яка Çумкка, арçын пул, кил-çурта пăхкаласа тăр! — Шурçеремре те çемье пуçĕ хăй пуласса систерчĕ ĕнтĕ арăмĕ. — Ăçта хăма çапмалла-и унта, шăтăк-çурăка мăкламалла-и? Куратăн пуль, çын пурăнман çурт йăлтах сивĕннĕ. Хуçа ăшши кирлĕ ăна, çын ăшши кирлĕ.
Ирпе ирех е каç пулттипе килкелет-ха Финоген Иванович. Шурçерем историне лайăх пĕлекенскер, Кушковсем тара илсе пурăнакан çурт-йĕр пирки тĕплĕн каласа пачĕ пĕррехинче. Филимонов, ялта пурте Захар Сергеевич тесе хисепленĕ учитель, вырăнта çуралса ӳснĕ çын пулман иккен. Приютра ӳснĕ вырăс ачи хулара рабфак, унтан педтехникум пĕтернĕ, анчах йĕркеллĕ ĕçлеме паман çамрăк учителе. Çĕпĕре кăларса янă пупăн тăлăха юлнă хĕрне качча илнĕшĕн халăх тăшманĕн ярлăкне çактарнă Захар Филимонова, Чапаев дивизийĕнче çапăçса вилнĕ хĕрлĕ командир ывăлне, комсомолтан кăларса пăрахнă. Юрать-ха аякри чăваш ялне кайса ĕçлеме чарман. Çапла куçса килнĕ çамрăк мăшăр колхозсене йĕркеленĕ тапхăрта Сăр тăрăхне. Ĕмĕрне Шурçеремри пуçламăш шкулта ĕçлесе ирттернĕ Захар Сергеевич. Арăмне те вĕренме, Елабугăри техникумра библиотекарь дипломĕ илме пулăшнă. Вĕсем чĕртсе янă, сӳнме паман пĕчĕк ялти культурăпа çут ĕçне. Тăватă класс ачисене пĕчченех вĕрентнĕ Филимонов. Шкулĕ пĕчĕк, ача сахал тесе иккĕмĕш учитель штатне хушса паман. Мăшăрĕ, Софья Марковна, ялта Сунькка кин тесе чĕннĕскер, кил тăрăх кĕнеке валеçсе çӳренĕ, хĕрарăмсене вулама-çырма хăнăхтарнă. Шурçеремре хĕрĕх çул ытла пурăнса чăвашла питĕ лайăх калаçма хăнăхса çитнĕ Филимоновсем. Сĕрме купăс калакан учитель пуçарнипе ялта хор йĕркеленĕ, Еххим Иванов та çӳренĕ унта. Районта мала тухнă Шурçерем хорĕ Шупашкара та кайса юрланă, Хисеп грамоти илнĕ. Шел, Филимоновсем вилсенех хупнă ялти пуçламăш шкула, вулавăша та. Халь ялтан виçĕ ача çеç çӳрет ултă çухрăмри Мăнкас шкулне.
Ашшĕпе амăшне Шурçерем масарне пытарнă хыççăн яла сайра-хутра çеç килекен ывăлĕ Клим Захарович унччен те тара панă иккен пушанса юлнă кил-çурта. Пĕр хушă унта Етĕрнерен килнĕ çамрăк мăшăр пурăннă-мĕн. Пахчара пĕр саплăк çĕр чавса темиçе йăран тунă, анчах çимĕçне пухса илеймен. Аллисем ĕç патне туртăнман ĕçке путнă çамрăк арçынпа унăн йăрккăн арăмĕн. Яла килнĕ-килменех вăрра ярăннă йĕксĕксем. Кĕтӳрен икĕ така çухалнă, чăх витинчи йăвасенчен такам çăмарта йăкăртма пуçланă. Пĕррехинче кӳршĕсен утюгне вăрланă чухне алăранах ярса тытнă. Пуçтарăннă та ял халăхĕ, путсĕр çынсем тара илнĕ çуртра хăйсен тинрех çухалнă япалисене шыраса тупнă. Судпа çыхăнман, милицие те чăрмантарман. Хăваласах кăларса янă çăткăнсене Шурçеремрен...
Тĕрĕс сăмах тĕрĕсех: тирпейлĕ хуçа пулнă Филимонов учитель. Сăр вăрманĕнчи сухăрлă хыр пĕренесенчен пысăк çурт лартнă, унăн аслă пӳлĕмĕнче класс туса ял ачисене вĕрентнĕ. Çĕнĕ сортлă улмуççи, чие, хурлăхан илем кӳнĕ пахчине. Халĕ вара...
Пӳртне тĕпренех юсамалла, садне çĕнĕрен чĕртмелле. Анкартине талккăшпех шурут пусса илнĕ, пиçен кашласа ларать. Хытса ларнă кивĕ тымара кĕреçепе касса уйăраймастăн. Икĕ-виçĕ утăм чухлĕ чаваççĕ те Кушковсем, хăва карçинккана пуçтарса тултарнă шурут тымарне сарай хыçне йăтса купалаççĕ.
— Япăх япала мар, çĕрет вăл, паха тислĕк пулать, — мăкăртатать Татюк, — Ак, пăру туянăпăр та тислĕк купи татах пысăкланĕ. Удобрени нумай кирлĕ пире. Унсăрăн хăяр та, помидор та, кавăн та çисе кураймăпăр.
Финоген Иванович, ялта пурте Еххим пичче тесе чĕннине хăнăхнăскер, хăй лашипе сухаласа пама пулчĕ анкартине.
— Кăçаллăха çуррине йĕркене кĕртсен те аван пулать, — терĕ вăл Çумккапа пĕрле анкарти тавралла çаврăнсан. — Пахча çимĕç валли темиçе йăран, çĕр улми ани пултăр. Вăрлăхне хам парăп. Нӳхрепре лайăх хĕл каçнă, иртнĕ эрнере яровизацилеме сарса хутăм. Миçе витре кирлĕ, илсе кайăр, чару çук.
— Тавах, Финоген Иванăч, тавах, Еххим тусăм, — кӳршĕпе çывăхланни савăнтарчĕ Кушкова. — Парăмра юлмăп. Заводра ĕмĕр ĕçленĕскер тимĕр-тăмăр енĕпе ăна-кăна чухлатăп. Юсав ĕçĕнче пулăшма пултаратăп сана.
Ялти ытти çынсенни пекех уйра та çĕр тӳпи пулнă иккен Филимоновсен. Анкартине пĕр гектара çитерсе пачĕç çав лаптăка. Паллах, вăл та, темиçе çул çын алли пырса тĕкĕнменскер, хытса ларнă. Утă çулмалла унта, выльăх кăшманĕ акмалла. Еххим ав хăйĕн уйри анинче çу каçа виçĕ хут çулса пуçтарать люцерна утине. Ӳлĕм Кушковсем те çаплах тăвĕç-ха, вăй çитеркелĕç.
5
Питĕ тĕрĕс каланă ваттисем: куç хăрать те алă тăвать. Ӳркенмелле мар этемĕн, йывăрринчен пăрăнмалла мар. Самант та ĕçсĕр лармарĕç Семен Яковлевичпа Татюк хăйсем Филимоновсен çуртне тара илнĕренпе. Телее, икĕ кĕреçе, тутăхнă тимĕр кĕрепле тупăнчĕç кивĕ сарайра. Кушков кĕреçисене хуларан илсе килнĕ рашпильпе хăйраса çивĕчлетрĕ. Çурхи çумăр шӳтернипе çемçелнĕ çереме чавма тытăнчĕç те алă-ура тĕрекленчĕ, сывлăш уçăлчĕ тейĕн. Чавнăçемĕн чавас килет чылайранпа хĕсĕр выртнă çĕре.
Вăрçă пуçланнă çул ашшĕне фронта илсе кайсан амăшĕпе пĕрле Кайри çырма айлăмĕнче çерем çĕтнине аса илчĕ Семен Яковлевич. Самуквар колхозне те Хĕрлĕ Çара валли пахча çимĕç ăсатма çирĕп задани панă, çавăнпа правлени Яка Якку арăмне çĕнĕ бригада пуçне лартнă — хăяр, купăста, кишĕр акса тăвакан бригада пуçне. Сакăр карчăк чаваланма пуçланă тахçантанпах ял кĕтĕвĕ тапăра аннă Кайри çырман çеремлĕ айлăмĕнче. Çумкка та, шкулта вĕренекенскер, амăшĕнчен юлмарĕ, ашшĕ ĕçленĕ юман авăрлă кĕреçене çатăрласа тытрĕ те парлака чавса кăпкалатма тытăнчĕ. Пĕр кун сиктермесĕр ĕçлерĕ вăл пахчаçăсен бригадинче. Йăрансене çырмаран шыв йăтса шăварчĕ, çум курăка ашкăрма памарĕ. Çимĕçĕ те савăнтарнăччĕ, кĕркунне лавĕ-лавĕпе Канаша леçсе пачĕç ăна. Район хаçатĕнче сăн ӳкерчĕк çапсах мухтанăччĕ амăшне, Самуквар бригадирне.
Халĕ çур ĕмĕр иртсен каллех çерем çĕтет Яка Якку ывăлĕ, пахча çимĕç валли йăран чавать. Юнашарах мăшлата-мăшлата тĕрмешет арăмĕ. Алли вăр-вар Татюкăн. Сисместĕн те, тем хушăра кая тăратса хăварать мĕшĕлти мăшăрне.
— Кун пекех юлхавлансан, Яка Çумкка, пĕр йăрана виçĕ кун чавăпăр, — тĕртсе илет хăй. — Çынсем ав, хамăрăн Улька та, çур анкарти хуратма ĕлкĕрнĕ. Эпир кăна тимĕр шапалла тапаланатпăр.
Чăнах та, Улька анкартинче ĕçлеме те, ял ыйтăвĕпе чупкалама та ĕлкĕрет. Пĕррехинче йăпăртлăха тенĕ пек килчĕ те çапла каласа кăтартрĕ вăл:
— Ырлăх кунта, Шурçеремре! Çĕр ирĕк. Ĕçле те ĕçле. Эпир, узбек халăхĕ, сăрт-туллă, хăйăрлă-чуллă çĕрте пайтах нушаланнă. Рахим амăшĕн, ман хуняман, пĕчĕк пахча пур. Эй, унта мĕн чухлĕ тар тăкман-ши эпĕ! Заводран таврăнсан тӳрех алла катмак тытнă, атыкран шыв çĕкленĕ. Упăджа вилчĕ те, кăра карчăк мана пахчана кĕртми пулчĕ. Ара, ют тĕн çынни-çке эпĕ. Савман вăл мана, ырă сунман нихçан та. Рахим вилнĕшĕн те мана усала кăларса пурăнчĕ. Çавăнпа пĕрре те ӳкĕнместĕп Андижанран тухса тарнăшăн. Кунта Шурçеремре хам валли çĕнĕ йăва çавăрса çĕнĕрен çуралнăн туятăп. Унтан-кунтан ыратни те иртсе кайрĕ. Шанатăп, сире те, аппапа йысна, ял пурнăçĕ пулăшĕ-ха, пахчара ĕçлени ахаль пулмĕ.
Ял старостин хăйĕн юрри. Çемçе сарать те — хытă ыйтать. Ку хутĕнче те Улька ахальтен сăмах сăвăрма килмен. Кушковсене кăçалах хăйне евĕр парăм йышăнтарасшăн. Райпопа килĕшӳ туса çĕр улми, купăста миçе центнер сутассине палăртса хумалла вĕсен. Хакĕ япăх мар.
— Ан тĕлĕнтер-ха, Улька! — ихĕрешрĕ Татюк. — Эпир, ватă кăрккасем, çак анкартине ура ярса пусрăмăр çеç, эсĕ вара налук хума вĕткеленсе çитрĕн те! Малтан ĕçлесе пăхар-ха, мехел çитерĕпĕр-и? Кĕркунне курăнĕ унта.
— Мĕнле ĕçлесси — сирĕн ыйту!! — хуçа сассипе татса хучĕ Улька. — Парăмĕ ирĕклĕ терĕм-çке. Эпĕ ак вунă центнер çĕр улми, икĕ центнер кишĕр, пилĕк центнер купăста хатĕрлесе пама килĕшрĕм. Еххим пичче те манран юласшăн мар. Халь карчăкки самайланса килнĕ те, пахчара ай-вай ăшталанаççĕ. Эсир хăвăр майсене шутлакалăр. Çапах та тăванла асăрхаттаратăп: яла ĕçлеме килтĕр пулсан çынран ӳксе ан юлăр, намăс ан кăтартăр.
— Маттур та пирĕн Олыа Ивановна! — лешĕ килсе кĕнĕ пекех хăвăрт вашкăртса тухса кайсанах ырласа илчĕ Семен Яковлевич. — Кур-ха, Татюк, санран миçе хут çӳлерех вĕçсе çĕкленнĕ вăл, Чăрăшлă чăвашĕсен хĕрĕ! Мускавра инженера вĕреннĕ, узбексен заводĕнче чапа тухнă, халь кунта Шурçеремре никама та маххă памасть. Мĕнех, пире те тĕрĕс çул кăтартрĕ. Эйпин, кĕтӳрен хыçа юлнă уксах путек пулмăпăр. Çапла-и, Татюк-чиперук?
— Çапла, çапла, Яка Çумкка! — хăвăрт тӳрккĕсленчĕ мăшăрĕ. — Çитет, старостăпа калаçнă тесе каçăрăлса ан тăр, чав тарăнрах. Малтан çак темĕн вăрăмăш анкартинче ĕçлесе кăтарт-ха, чăнах та уксах путек пулас марччĕ тесен.
Татюк пĕлсех тăнă çакна. Йăмăкĕпе пĕр ялта пурăнас терĕ пулсан, мĕн тăвăн, ун юррине юрламалла, ун хыççăн утмалла. Тач тăвансен кӳлешсе, юншăхса пурăнма юрамасть. Пуçтаххи пур-ха Улькан, инженерта ĕçленĕскер çын куçĕнчен пăхмасть. Тепĕр тесен, чылаях пиçĕхтернĕ ăна Шурçеремре иккĕмĕш çул пурăнни, ял старости тивĕçне хăй çине илни. Яла газ кĕртессинех вăл татса паман-и? Унчченхи староста, Шурçеремри ватă амăшĕ патне инçетри хуларан таврăннăскер, газ пăрăхĕ туянмашкăн тесе халăхран кашни кил пуçне пин тенкĕ пуçтарнă та таçта кайса çухалнă. Шыраса та тупаймăн, хăваласа та çитеймĕн. Сабирова староста милицире ĕç пуçарнă çав вăрра шыраса тупас ыйтупа, çав вăхăтрах хăй перекетленĕ укçа-тенке хывса пăрăхсем кӳрсе килтернĕ, строительсемпе, монтажниксемпе пĕр чĕлхе тупнă, ял халăхне ĕçе явăçтарнă. Икĕ эрнерех каçарнă газ пăрăхне тарăн çырма урлă, кĕркунне, юр çăвиччен, ялта сенкер çулăм ялкăшма пуçланă.
Кашни пысăк ĕçе халăха хутшăнтарать, кашни кăткăс ыйтăва ял-йышпа сӳтсе явать Сабирова староста. Кушковсем Шурçереме килсенех ял пухăвĕ пулчĕ. Тахçанхи йăлапа кивĕ правлени çурчĕ умне пуçтарăнчĕç пурте.
— Кăçал виçĕ çăл чавмалла! — çирĕппĕн татса каларĕ Улька. — Вăтăр çул каяллах хывнă шыв пăрăхĕ кивелсе юрăхсăра тухнă, артезиан скважини те хупланса ларнă. Вĕсене çĕнетме вăй çитерейместпĕр, район та пулăшасса шантармасть. Çавăнпа виçĕ тĕлте çăл чавăпăр. Шыв тарăн мар кунта. Паллах, ĕçлеме тивет пурин те. Ватти-вĕттипех.
Пурне те малтанах виçсе-шутласа хунă-мĕн Шурçерем старости. Пахчари çурхи ĕçсене вĕçлесенех вăрмантан çăл пурилĕх кĕреш юман вуллисене кӳрсе килчĕç. Улькапа Еххим ял хушшинче виçĕ тĕлте çăл чавмашкăн меллĕ вырăн суйларĕç. Виçĕ ушкăн ăмăртмалла чаврĕç виçĕ çăла, юман пурасене антарсах пычĕç. Икĕ чалăш тарăнăш чавсанах тăрă шыв палкаса тухрĕ тăмлă çĕр айĕнчен. Халĕ пурне те савăнтараççĕ таса та тутлă шывпа Шурçерем çăлĕсем.
Икĕ йăрана хăяр калчи куçарса лартас умĕн питĕ кирлĕ сĕнӳ пачĕ Еххим. Черчен калча тăм ӳксе ан шурăхса лартăр тесен, аяла тислĕк сармалла. Хулăн сийпе. Анчах ăçтан тупăн-ха çавăн чухлĕ тислĕке?
— Çавна та тавçăраймастăр-и? — терĕ кӳршĕ, чикĕ хуралçин вичкĕн куçĕсене анкарти хыçнелле çиçтерсе. — Тислĕкĕ юнашарах-çке! Ав ферма витисем пуш-пушах. Чĕр куççи таранах тислĕк унта. Кайăр та, хăвăра кирлĕ чухлĕ сĕтĕрĕр. Ман тимĕр урапа ирĕклех халь. Пырса илĕр.
Ир пуçласа кăнтăрлачченех туртрĕç ферма витинчи çĕнĕ тислĕке Семен Яковлевичпа Татюк. Мамăк тӳшек пек кăпка пулчĕç хăяр йăранĕсем. Чӳрече сакки çинче çитĕнтернĕ парка калчана куçарса лартрĕç, ăшă шывпа шăварчĕç. Мĕнешкел илем!
— Ӳркенмĕпĕр, çĕр улми купаланă чухне те кашни тĕм айĕн тислĕк хурса пырăпăр, — ĕçлĕн калаçрĕ Семен Яковлевич. — Тăпра хытнă унта. Вăхăтра пулăшни кирлĕ.
Пĕр çимĕç хыççăн тепри шăтса тухрĕ, аталанса çеçке сарчĕ пахчара. Сухаламан анара курăк ешерет. Ăна çулса пуçтарма çава янтăланă. Чăрмав пулас çук.
Анкартинче чаваланнă кунсенче Кушковсем патне икĕ хутчен килсе кайрĕ ял администраци пуçлăхĕ, шакла пуçлă самăркка этем, Яндулов хушаматлăскер. Ячĕ-шывĕпе Андрей Степанович. Тара илнĕ килте мĕнле пурăннипе кăсăкланчĕ. Япăх сăмах каламарĕ.
Виççĕмĕш хутĕнче пĕччен мар, хул хушшине вĕр çĕнĕ сăран папка хĕстернĕ çамрăк çынпа килчĕ Яндулов. Тӳрех унпа паллаштарчĕ.
— Ку — Смелов юлташ, хальхи йĕркепе Смелов господин теме те юрать, районти çĕр инспекцийĕн аслă специалисчĕ. Шурçеремре пурăнакансем анкарти лаптăкĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслет. Тархасшăн, хăвăр çак кил-çуртра мĕнле йĕркепе хуçаланнине ĕнентерекен хутсене кăтартăр.
— Халех, халех, — вашаватланчĕ Семен Яковлевич куçлăх тăхăнса. Сĕтел сунтăхĕнчен Клим Филимоновпа килĕшсе çырнă хута тупса кăларчĕ. Унта Мăнкас ял администраци пуçлăхĕ пичет лартнă, хăй те алă пуснă.
— Ку хут татки, вырăсла каласан Филька грамоти çеç! — тӳрех тиркесе тăкрĕ Смелов господин. — Мана регистраци палатинче çирĕплетнĕ документ кирлĕ. Унсăрăн çак килте пурăнма та, ĕçлеме те право çук сирĕн, Кушков гражданин.
— Тăхтăр-ха, тăхтăр, — аптăраса ӳкрĕ Кушков. — Шупашкартан килсенех эпир Филимонов ывăлĕпе сăмах татнă, ял старостипе Сабировăпа пĕрле Мăнкасра пулнă. Çурт-йĕре, анкартине тара панă пире Хусанта пурăнакан Клим Захарович Филимонов. Виçĕ çуллăха.
— Вăт-вăт, виçĕ çуллăха, — килĕшенçи пулчĕ район кантурĕн тӳри. — Пĕр çуллăха пулас тăк, регистраци туса чăрманмалла марччĕ. Халĕ вара пĕр тăхтаса тăмасăр тивĕçлĕ органсенче пурне те йĕркелесе çитермелле, саккунран пĕр шит пăрăнмасăр!
— Ăна пĕлмен эпир, — тӳрре тухма пикенчĕ Кушков. — Яндулов хăй те, ял старости Сабирова та каламан пире ун пирки.
— Ăнланатăп! — сассине пушшех хытарчĕ Смелов. — Сабирова сирĕншĕн кам пулнине те чухлатăп. Малтанлăха асăрхаттару хучĕ парса хăваратăп сире. Пĕр эрнере пурне те майлаштарма тăрăшăр. Чупкалама тивет, конешнă. Эп хушнине пурнăçламасан штраф тӳлемелле пулĕ.
— Ан турткалашăр! — хушша кĕмесĕр тӳсеймерĕ Яндулов, çак хутлăхра хăй тĕп хуçа пулнине кăтартса. — Эпĕ те хам енчен асăрхаттаратăп, пурте саккун хушнă пек пултăр. Унсăр пуçне çĕр налукĕ тӳлемелле сирĕн. Паянах Мăнкаса пырса хывма пултаратăр. Вăт так!
Мĕн тумаллаччĕ-ха ӳкессе пĕлнĕ пулсан. Тĕрĕс, улăм сарса хумаллаччĕ. Райцентрти Смелов, Мăнкас администраци пуçлăхĕ Яндулов, ялта "Вăттак" хушамат панăскер, асăрхаттарса-хытарса хăварчĕç те пачах канăç çухалчĕ Кушковсен. Çĕр лаптăкĕшĕн тӳлемелли парăма çийĕнчех татрĕç-ха. Хусанта пурăнакан Клим Филимоновăн кил-çурчĕпе анкартине саккунпа килĕшӳллĕн тара илнине йĕркелес ыйтупа пайтах ăшталанма тиврĕ.
— Пăрахар та тухса шăвăнар ку мур ялĕнчен! — вĕчĕрхенчĕ Татюк.
— Нимĕн те çухатмастпăр. Юрать-ха пĕр купа укçа кăларса паман эпир Хусан çыннине. Пурăнăпăр хуларах, çынсем пурăннă вĕт.
— Ан калаç кирлĕ мара! — юлашки вăхăтра, хăйне Паркинсон чирĕ ытларах та ытларах чĕтретме пуçланăран-ши, çăмарта варринче те хăлчăк шыракан мăшăрне хар! кăшкăрса чарасси йăлана кĕчĕ Семен Яковлевичăн. — Ан ман, пĕрре ура ярса пуснă тăк этемĕн малаллах утмалла. Малаллах, тирĕнсе ӳкичченех. Мантăн-им яла килсе ĕçлессишĕн йăнккаса çӳренине? Халь тӳс пурне те, шăлна çырт та тӳс.
Ăçта кăна çитмерĕç, мĕнле кăна кантура кĕрсе тухмарĕç, мĕн чухлĕ пуçлăх куçĕнчен пăхмарĕç-ши Кушковсем хăйсем, икĕ ватă çын, Шурçеремре виçĕ çуллăха тара илнĕ кил-çурта саккунлă майпа çирĕплетес ыйтупа. Мăнкаса, райцентра, Шупашкара хутларĕç, тĕрлĕ хут пуçтарчĕç. Пĕр кантуртан теприне хăваласа тăна илчĕç мĕскĕн этем çине хура пирĕштилле çӳлтен пăхакан сĕмсĕр тӳресем. Çитменнине Филимонов учитель тахçан лартнă çурт-йĕрпе пахчи халиччен сывлăшра çакăнса тăнă тейĕн. Ăна Хусанта пурăнакан Клим Филимонов харпăрлăхĕ туса çирĕплетесси сиксе тухрĕ. Ирĕксĕрех яла чĕнме тиврĕ Клим Захаровича. Çăмăл машина тытса район центрĕнчен çĕр йĕркелӳçĕне лартса килчĕç, лешĕ анкарти лаптăкне виçкелесе тухрĕ, кил-çуртăн техника паспортне çырса пачĕ. Çак ĕçшĕн те, палатăра регистраци тунăшăн та сахал мар тӳлеме тиврĕ Филимонов учитель ывăлĕн. Кушковсен Шупашкарта çӳремелли нумай пулчĕ. Хăйсем мĕнле хваттерсенче пурăннине, пенси укçи мĕн чухлĕ илнине справка çыртарса, пичет пустарса çирĕплетме тиврĕ. Аранах хатĕрлесе çитерчĕç тивĕçлĕ хутсене. Юрать-ха Финоген Иванович кашни утăмрах пулăшма ӳркенмерĕ. Хăйĕн кӳмеллĕ мотоциклĕпе миçе хутчен илсе кайса килмерĕ-ши Çумккана Мăнкаса, район центрне. Пĕрле çӳренĕ май тата çывăхрах паллашрĕ Кушков Шурçеремри Финоген-Еххимпе.
Пĕррехинче, район центрĕнчен ялалла таврăннă чухне, хĕрсе кайнă мотора сивĕтмелле тесе Шурçерем çывăхĕнчи уйра чарчĕ "ИЖ" маркăллă кивĕ мотоциклне. Çул айккинче çеремлĕ тĕмеске çине ларчĕç. Еххим кукăр чăпăклă чĕлĕмне табак тултарчĕ, васкамасăр ĕмме пуçларĕ.
— Ĕненетĕн-и, Çумкка тусăм, çак вырăнтан иртнĕ чухне темшĕн-çке пĕтĕм пурнăçăм куç умне тухса тăрать, — ушкăн-ушкăн кăвак сĕрĕм кăларса шухăшлăн калаçать Еххим. —Куратăн-и, çатма пек тикĕс пирĕн уй. Пиллĕк-улттăрах çакăнта çурлапа тырă вырма тухнă эпĕ. Кайран суха тунă, йĕтеме кĕлте турттарнă. Сана, Çумкка, тĕп-тĕрĕс калатăп, çĕр хĕрĕх сакăр гектар кунта. Пирĕн Шурçерем колхозĕн тыр-пул акмалли пĕтĕм çĕрĕ çакăнта пулнă. Лерелле, ял леш енче, йăлтах çырма-çатра, тăвайкки. Кунта сăмала тĕслĕ хура тăпра. Салтакран таврăнсан тракториста вĕреннĕ эп. Суха кассине темĕн тарăнăш антарсан та тăм е арман тăпри тухмастчĕ. Çавăнпа тырри те ăнăçнă. Гектартан аллă центнер таран пуçтарса кĕртнĕ эпир. Кунтах, ак, çак тĕлтен тытăнса, сухаçăсен ăмăртăвне ирттересси йăлараччĕ. Эпĕ район чемпионĕн хăмач хăйăвне çакса курнă, хаклă парне илнĕ. Республикăри ăмăртăва та кайнăччĕ пĕрре. Юрĕ, чапа тухаймарăм унта, виççĕмĕш премипе çырлахрăм.
Машина-трактор станцине пĕтерсен пирĕн колхоза пĕр трактор çеç панăччĕ. ДТ-54 текеннине. Эпĕ унпа вăтăр çул ытла ĕçленĕ. Юсаса йĕркеллĕ пăхса тăнă та çĕнĕ пекехчĕ. Шел, марки кивелнĕ, моторĕ вăйсăр тесе тимĕр-тăмăра ăсатрĕç. Ăна автогенпа касса вакланă чухне куççуль тухнăччĕ, — халĕ те çав ӳкерчĕке аса илсе куçĕсене шăлкаларĕ Финоген Иванович. — Çаплах, пĕр трактор кăначчĕ пирĕн колхозăн. Кайран тата икĕ трактор туянтăмăр. Ывăлăмсем иккĕшĕ те ачаллах тракторпа ĕçленĕ. Шел, ашшĕ пек ăмăртура çĕнтерсе преми илсе кураймарĕç.
Халь никама та кирлĕ мар çак уй, çак Шурçерем çĕрĕ. Инкекĕ колхозсене пысăклатсанах пуçланчĕ. Тракторсене, ытти техникăна Мăнкаса илсе кайрĕç, çамрăк механизаторсене унта куçарчĕç. Чул çуртсене. Мана пенсие кăларчĕç. Çапла майпа хуçасăр тăрса юлчĕ Шурçерем уйĕ. Калама намăс та, Çумкка тусăм, çак пĕтĕм уй-хир, ял хĕрринчен пуçласа вăрман патне çитичченех, миçе çул пушă выртать-ши? Малтанхи тапхăрта Мăнкасран тракторсемпе килсе сухалатчĕç, акатчĕç, кайран комбайнпа выратчĕç. Тирпейĕ сахалччĕ ĕнтĕ. Юлашкинчен акса çитĕнтернĕ тырра та пухса кĕртеймерĕç, юр айне хăварчĕç. Халь пилĕк çул ĕнтĕ сухаçă ури пусман кунта. Пăхса çӳреме мар, иртсе çӳреме хăрушă! Кĕркунне хыт-хура кашласа ларать. Курăкĕ те никама кирлĕ мар. Ферма выльăх-чĕрлĕхне илсе кайнă пирĕн витесенчен, ял кĕтĕвĕ пĕчĕкленсе юлнă.
Çакна каламаллаччĕ-ха сана, Çумкка, — хута кĕме тилмĕрнĕн пăхрĕ Финоген Иванович. — Эсĕ районти кантурсенче хăв ĕçпе черет тăрса асапланнă вăхăтра эпĕ те унта-кунта кĕрсе тухма ĕлкĕртĕм. Малтанах аш-какай комбинатне çул тытрăм. Пĕтĕмпех пĕтсе ларнăччĕ вăл, панкрута тухнăччĕ, рабочисене салатса янăччĕ. Пĕлтĕр пĕр çĕнĕ пуян сутăн илнĕ ăна. Аякран килнĕскер. Çумкка ăна-кăна чухлаканскер иккен. Çĕнĕрен вăй илнĕ хайхи комбинат. Хуçи, Фурсов хушаматлă тутарла чăваш, хăй кăтартса çӳрерĕ цехсем тăрăх. Пур çĕрте те автомат. Сакăр йышши кăлпасси кăлараççĕ, ăна Шупашкара, Чулхулана ăсатаççĕ. Паллах, вырăнти халăх та хĕпĕртесех туянать. Комбинатăн пысăк чăрмавĕ: выльăх-чĕрлĕх туянасси. Çак шухăш çуралчĕ ман ватă пуçăмра, ăна Сабирова староста ырларĕ. Мĕншĕн-ха пирĕн Шурçеремре районти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхне, филиал текеннине, йĕркелес мар? Сысна, ĕне-выльăх ĕрчететпĕр. Уй-хирĕ, тархасшăн, куçпа виçейми. Йĕркипе каласа патăм çакна хайхи Фурсова, Сергей Степановича. Питĕ тимлĕ итлерĕ мана, пулăшуçине чĕнсе илчĕ. Темĕн шутларĕ çыра-çыра. Ăшă кăмăлпа ăсатса ячĕ, питĕ кирлĕ ыйтăва район пуçлăхĕсемпе канашласа халех татса парассине шантарчĕ. Пĕлсех тăратăп, çак хыпара пĕлтерсен савăнать ĕнтĕ Ольга Ивановна, пирĕн староста. Иккĕн пуçаратпăр-çке çĕнĕ ĕçе. Шансах тăр, Семен Яковлевич, Фурсов пирĕн майлă тăрсан эпир те, ватă салтаксем, ун çарне куçăпăр.
— Тĕлĕнтеретĕн эс, Финоген Иванович! Питĕ хытă тĕлĕнтеретĕн, Еххим тусăм! — юнашар ларакан патвар этеме ыталарĕ Кушков. — Эппин, çав тери чаплă ĕç пуçланать-çке Шурçĕремре. Ял çĕнелессе, çĕр çĕнелессе, халăх пурнăçĕ çĕнелессе ĕненĕпĕр! Шанăç пуррисем телейлĕ теççĕ.
Ури çăмăл пулчĕ Финоген Ивановичăн. Улькапа иккĕшĕ малтан калаçса хунă пекех, "Аш-какай комбиначĕ" текен акционерсен уçă обществин президенчĕ Сергей Степанович Фурсов Шурçереме килсе çитрĕ. Каллех халăха пухăва пуçтарчĕç. Правлени çурчĕ умĕнчи çăра çеремлĕ лаптăка тĕпрен илсен пенси çулĕ çитнĕ ватăсем кăшăлах пухăнса тăчĕç. Президиум сĕтелĕ вырăнне йышăнчĕ Фурсовăн çăмăл машини. Йăлтăркка сăрăллă капот çине саркаласа хучĕç тивĕçлĕ хутсене, кĕскен те ĕçлĕн калаçрĕ Фурсов:
— Йышăнатăп, енчен те сирĕн ялти хисеплĕ Иванов ман офиса пырса кĕмен, мана çĕнĕ ĕç пуçарма ӳкĕтлемен пулсан çывăхрах çакăн пек çăтмах пуррине пĕлмен пулăттăм, — лĕпкине çутатмаллах сайралнă сарă çӳçне каялла шăлса якатрĕ вăл. — Тавах сире, Финоген Иванович. Сабирова старостăна та тав тăватăп. Сирĕнпе, ĕçчен халăхпа, питĕ пысăк ĕç пуçаратпăр. Акă, пирĕн экономист пурне те шутласа хунă. Хушма хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ пире выльăх апачĕ ытлă-çитлĕн хатĕрлеме, çуллен тăват çĕр центнер аш-какай туса илме май парать. Таса тупăш миллион тенкĕрен кая пулмасть. Çапла вара ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма, инфраструктурăна вăйлатма май килтерĕпĕр. Çавăн пек план пирĕн. Яла юхăнтарма, атте-анне парнелесе хăварнă çĕре хисепрен кăларма юрамасть. Тĕрĕс калатăп-и?
— Тĕрĕс пулмасăр! Питĕ тĕрĕс! — умлăн-хыçлăн сасă пачĕç темиçен. — Ытла та ăслă калатăр, ытла та ăслă!
— Эп агитатор мар, бизнес çынни эп, — халăх хăйне ĕненни хавхалантарчĕ ĕнтĕ Фурсова. — Мухтанмастăп, çапах та хупăнса ларнă аш-какай комбинатне ура çине тăратрăмăр пулсан, шантарсах калатăп сире, Шурçеремри хушма хуçалăх та тупăшлă предприяти пулĕ. Ăна йĕркелемĕлли хутсене çӳлти органсем çирĕплетнĕ. Шурçерем ялĕ малашне пирĕн акционер обществин уйрăлми пайĕ шутланать. Эсир, çак ялта пурăнакансем, çĕнĕ агрофирма акционерĕсем пулатăр. Çывăх вăхăтрах устава çирĕплетсен тивĕçлĕ акцисене алла илетĕр. Пурте пирĕн харпăрлăх. Пурте сирĕн алăра. Юрать-и çакăн пек çул çине тăма?
— Юрать, юрать! Килĕшетпĕр!
— Сăмах вăл сăмах çеç. Кунта пуху алă çĕклесе йышăнни кирлĕ, — асăрхаттарчĕ Фурсов. — Çавăнпа, Ольга Ивановна, ял старости тата пуху пуçлăхĕ пулса икĕ сĕнӳшĕн сасăлаттарăр. Кам майлă, кам хирĕç — шута илмелле. Ку ĕçе кама шанатăр?
— Кушкова хушăпăр. Тӳрĕ çын вăл, — терĕç темиçен те.
Икĕ сĕнĕве те пĕр саслăн татса пачĕç Шурçеремсем. Хăйсен ялне "Апат-çимĕç комбиначĕ" акционер обществине кĕртме, ял çĕрне ун аллине пама килĕшрĕç.
— Çак самантран пĕрле ĕçлеме тытăнатпăр! — татăклăн пĕлтерчĕ çĕнĕ хуçа. — Ыранах виçĕ трактор килет, пĕтĕм çĕр лаптăкне сухаласа акăпăр. Строительсен бригади сысна ĕрчетмелли, вăкăр самăртмалли витесене йĕркене кĕртме пуçлать. Сирĕн енчен çакăн пек пулăшу кирлĕ: трактористсемпе строительсене хваттерпе тивĕçтермелле, техника паркне хураллакан çын уйăрмалла. Хваттере яракансене те, хуралçăна та ĕç укçи тӳлетпĕр. Хам енчен хуралçă пулма Финоген Ивановича сĕнес тетĕп. Хирĕç мар-и?
— Ĕçлетĕрех! Еххиме шанатпăр эпир. Тепĕр тесен ку ырă ĕçе вăл пуçарса ячĕ вĕт.
Пĕччен пурăнакан виçĕ кинемей патне хваттере яма палăртрĕç, лешсем хăйсемех апат пĕçерсе çитерме пулчĕç.
— Сергей Степанович, ман пĕр-ик сăмах пур, — президентăн çăмăл машини патнелле хиркеленсе тухрĕ Финоген-Еххим.
— Ирĕк парăр калаçма?
— Тархасшăн. Тимлĕн итлетĕп.
— Нимрен малтан сире, Сергей Степанович, пирĕн нушаллă пурнăçа ăнланакан пуçлăха, ял халăхĕ ячĕпе тав тăвас килет. Ку пĕрре. Иккĕмĕшĕ — çĕнĕ ĕçре ăнăçу сунатпăр. Эпир, ватлăха уямасăрах, пурте сире пулăшма хатĕр. Паянхи кун пирĕн пĕчĕк ял çĕнĕрен чĕрĕлме пуçларĕ, эппин, атьсемĕр, манар мар çак куна — çу уйăхĕн 20-мĕшне.
Алă çупсах ырларĕç Финоген Иванов сăмахне.
Нихçанхинчен те анлăрах сарăлчĕ кăçал Шурçерем тĕлĕнче Сăр юхан шывĕн ейĕвĕ. Пăр тапраннă хыççăн капланса тулчĕ те çыранран тухрĕ, улăха, пулăçсен пĕчĕк çурчĕсене çурхи шыв айне турĕ. Икĕ эрне тинĕс евĕр хумханса выртсан темĕнле тарăхупа иртĕннĕ кăмăлне улăштарчĕ Сăр шывĕ, каллех çыран айнелле хĕсĕнчĕ, тӳлеккĕн хумханма пуçларĕ. Тĕлĕнмелле капăр çав вăхăтра Сăр айлăмĕ! Тĕл-тĕл курăк симĕсленнĕ улăха такам, Улăп пек хăватлăскер, тĕкĕр ванчăкĕ тăкса çӳренĕ тейĕн. Ăçта пăхнă унта кӳлленчĕк йăлтăртатать. Пĕчĕк кӳлĕ вĕçе-вĕçĕнех. Пысăкраххисем те. Шывĕ хĕвел хĕртсе тăнăран ăшă унта. Каялла чакакан ейӳрен çухалса юлнă пулă çатăлтатса вылять. Çамрăк хурăн вулли майлă пысăк пулăсене тăвăр ĕнтĕ кӳлленчĕкре. Кам та пулин çăласса кĕтсе çăварĕсене карса выртаççĕ вĕсем. Ку вăхăтра Шурçеремрен ватти-вĕттипех хăпса килеççĕ ейӳ шывĕ илнĕ айлăма. Сĕтĕреççĕ те сĕтĕреççĕ янтă пулла.
Икĕ хутчен килсе кайрĕç ир кӳлĕм кӳллен-чĕксене тĕрĕслеме Еххимпе Çумкка. Пĕррехинче метр çурă тăршшĕ çăрттана туйра каштинчен çакса таврăнчĕç. Тепрехинче хĕрлĕ хăваран авнă икĕ карçинкка хура пулă тултарчĕç. Вучах умĕнче тăрса хĕремесленнĕ Татюк лара-тăра пĕлмерĕ çав кунсенче. Тăварларĕ пулла, тасатрĕ, пысăк хуранпа яшка пĕçерчĕ, çатмапа ăшаларĕ. Кӳршĕ-арша хăнана чĕнес терĕç Кушковсем.
Малтан Финоген Ивановичпа арăмĕ, психосиплевĕшре юсанса таврăннă Кулине, килчĕç. Пушă алăпа мар. Еххим сĕтел çине тин тăварланă çупах вăлчи кăларса лартрĕ, мăшăрĕ кучченеçлĕх çĕр улмипе аш кукли пĕçернĕ. Вĕсем хыççăнах Улька персе çитрĕ. Пĕччен мар, унпа пĕрле Яндулов, хайхи Вăттак.
— Кĕтмен-и эпир те мăшăрпа килессе? — шавлăн саламларĕ вырăнти влаç пуçлăхĕ. — Вăт так! — сăран пиншакĕн шалти кĕсйинчен "Атăл" эрех кĕленчине кăларчĕ Яндулов. — Оленька, ав пире ĕнтнĕ уланкăпа хăналасшăн. Ĕçĕпĕр-çийĕпĕр, чăвашсен мухтав юрринче каланă пек, чун савăнтăр, чĕре сиктĕр. Вăт так!
— Вăт так кĕрекере те матак! — тĕртсе илчĕ Финоген Иванович. — Мĕнле-ха капла, ĕçке хирĕç кĕрешекен комисси туса хунăскер, хăй эрех чиксе çӳрет? Тĕнче çаврăнать-и?
— Çаврăнать, Еххим, мĕнлерех хăвăрт çаврăнать! — пачах та кӳренмерĕ Андрей Степанович. — Паян сăлтавĕ пур черкке çĕклеме. Вăт так!
Сиснĕ-ха, асăрханă Татюкпа Семен Яковлевич Мăнкас администрацийĕн пуçлăхĕ Яндулов юлашки эрнесенче Шурçереме йĕр çухатмасăр хутланине. Халĕ, хăнана Улькапа иккĕшĕ пĕрле килсен, Кушковсем пĕр-пĕрне мăч куç хĕссе пăхкаларĕç. Мĕне пĕлтерет ку? Яндулов та, Улька та капăр тумлă. Хăçан çывăхланма ĕлкĕрнĕ пĕччен хĕрарăмпа пĕччен арçын?
Филимоновсен килĕнчи эрешлĕ çавра сĕтел хушшине ларчĕç те, пĕрне-пĕри тав туса, ваттисене асăнса черкке пушатнă çемĕн, сăмах-юмах çăмхи салтăнчĕ хăнасен. Хăйĕн кĕленчинчи эрехе черккесене тултарса мăнаçлăн пĕлтерчĕ Андрей Яндулов.
— Çапла, ырă çыннăмсем, сăлтавсăр черкке тытмастăп эпĕ. Паян икĕ сăлтав пур ман. Пĕри — тин çеç райцентртан çĕнĕ должноç илсе таврăнни. Паянтан эпĕ, йĕплĕ чĕлхесем Вăттак хушамат панăскер, агрофирмăн Шурçеремри хушма хуçалăхĕн ертӳçи. Саламлама пултаратăр. Паллах, черкке çĕклесе, тĕппипе пушатса. Вăт так!
Еххимпе Яндулов чĕлĕм туртма картишне тухрĕç, Семен Яковлевич та вĕсенчен юлмарĕ. Хăй нихçан çăвара хыпман вăл пирус таврашне. Çапах арçынсемпе пĕрле пулас терĕ.
Мунча çумĕнчи лапсака çăка айне вырнаçса ларнăччĕ кăна, Финоген Иванович карчăкки пӳртрен чашкăрса тухрĕ те. Тӳрех стариккине лăскама пикенчĕ.
— Çитет сана, тăранман карланкăна, ял тăрăх эрех кӳпсе çӳреме! — янрашрĕ чикке-пăкка маннă Кулине.
— Эп нервăннăй чирпе хĕн курса выртнă чухне миçе витре сăмакун кӳпмен-ши, шăршлă пичке! Тăрсанах, йăралан килелле, хурала каймалли вăхăт çитет. Ут, ут, ан турткалаш!
Ятла-ятла хӳтерсе кайрĕ Еххиме каллех пăсăлма ĕлкĕрнĕ карчăкки. Ăнланчĕ Кушков, мĕн тăвăн, ыран каллех психосиплевĕше ăсатмалла ĕнтĕ мĕскĕн хĕрарăма. Унсăрăн çăлса хăвараймăн...
— Вăттак! — ĕнсине хыçкаларĕ Яндулов. — Арçынсем черкке тĕпне путни çитмест, хĕрарăмсем те картран тухса кайрĕç. Аптрашки! Тепĕр тесен, хисеплĕ Семен Яковлевич, Еххиме çавăтса кайни аванрах пире. Иксĕмĕр хушăра леш конфидициаллă йĕркепе калаçмалли, пысăк проблемăна сӳтсе явмалли пур.
— Мĕнех, хавас сирĕнпе калаçма, — хуппине сӳнĕ юман каска çине меллĕрех вырнаçрĕ Кушков. — Паллашни вăл тӳпелешсе тавлашни мар.
— Сире, Татьяна Ивановнăпа иксĕре, кăштах пĕлкелетĕп, — сăмах-юмах вăрăма каясса туйрĕ, çавăнпа васкамарĕ Яндулов. — Оля каласа панă тăрăх. Эсир вара ман пурнăçăма пач та ăнланмастăр. Çапла вĕт? Сирĕншĕн эпĕ — çак таврари ял администрацийĕн пуçлăхĕ, паян, ав, тепĕр хăмăт тăхăнтартрĕç. Çав вăхăтрах ыттисем пекех çын эпĕ, ахаль çын. Аллă пиллĕкре. Çав шутран вăтăр çулне Воркута шахтинче ĕçлесе ирттернĕ. Мăнкасран вун улттăра тухса кайнă та Совет Союзĕнчи мухтавлă професси çынни пулнă. Мĕнле юрлаттăмăр-ха: "Тепло и свет приносим людям!" Тĕрĕсех. Эпĕ чавса кăларнă кăмрăка миçе пин вакун ăсатман-ши çĕршывăн нумай-нумай хулине? Мана вара, шахтерсен виçĕ мухтав паллисĕр пуçне, нимĕн те тивĕçмерĕ. Авари пулсан виççĕмĕш талăкра забойран чавса кăларнă та, метан çăтса тăнран кайнăскере темиçе уйăх сиплерĕç, ура çине тăркаласан расчет хучĕ тыттарса шахтăран кăларса ячĕç. Ăçта каяс манăн, шахта поселокĕнчи барскри тăвăр пӳлĕмре хĕсĕнкелесе пурăнакан ĕçсĕр этемĕн? Унта, ют патшалăх мулçисем сутăн илнĕ Воркутара, никама та кирлĕ çын мар эпĕ. Пуяс шутпа пуçтаркаланă нухратăма Гайдар йышшисем çăтса ячĕç. Ирĕксĕрех тăван яла таврăнтăм. Анне пурăнатчĕ ун чухне Мăнкасра. Эпĕ килессе кĕтнĕ-ши, темиçе уйăхранах çĕре кĕчĕ. Юрать-ха ялта çын шутĕнчен кăларса пăрахмарĕç. Сысна фермине пĕтериччен унăн пуçлăхĕ пултăм. Депутата суйларĕç, хам шутламан-кĕтмен çĕртен администраци пуçлăхне лартрĕç. Çапла аппаланса пурăнкалатăп эп, Семен Яковлевич.
— Мĕнле-ха капла, аллă пиллĕке çитсе пĕчченех пурăнатăр-и, Андрей Степанович? —тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулчĕ Кушков.
— Пĕччен мар! Çурçĕрти шахтăра çĕклемĕпе укçа илекен çамрăк валли чиперкке пайтах пулнă, — темĕнле ырă маррăн кулса ячĕ Яндулов. — Виççĕ авланнă эпĕ. Виççĕшĕнпе те виçĕ уйăх ытла пурăнайман. Алăран алла хăвăрт куçаççĕ Воркутари йăр-япăшсем. Юрать-ха пĕри те ача çуратман. Унсăрăн ĕмĕр вĕçленичченех укçа хырса пурăнатчĕç. Вăт так!
Яндулов ыйтнипе хăйсен пурнăçĕ пирки кăштах каласа пачĕ Семен Яковлевич. Хăй, мăшăрĕ йывăр чирпе çĕре кĕнĕ хыççăн, Татюкпа мĕнле пĕрлешнине асăнчĕ.
— Çамрăк мар-çке эсир! Килĕштеретĕр-и, харкашмастăр-и? — кăсăкланчĕ Андрей Степанович.
— Килĕштерсех пурăнас тетпĕр-ха, — пуçне ухса каласа хучĕ Кушков. — Хулара хваттер пур çинчех яла килсе ĕçлес терĕмĕр. Эппин вилес шутлă çынсем мар-ха Татюкпа иксĕмĕр.
— Ку аван, вăт так! — çăмăллăн ура çине тăчĕ Яндулов. — Кĕрĕпĕр, аппăшĕпе йăмăкĕ пире кĕтсе ывăнчĕç пуль. Малаллине кĕреке хушшинче калаçăпăр.
Черетлĕ черкке тултарчĕ те пырне ӳсĕре-ӳсĕре тасатрĕ Яндулов, сĕтел хушшинче ларакансене пăхса çаврăнчĕ, татăклă сăмах калама шут тытрĕ ахăр.
— Паçăрах каларăм, манăн икĕ сăлтав пур тесе. Хирĕçлеместĕр пулсан иккĕмĕш сăлтавне уçса парам сире. Эпир Ольга Ивановнăпа иксĕмĕр мăшăрланма шут тытрăмăр. Сирĕнтен пил ыйтатпăр, Кушковсем пирĕн аслă тăвансем. Килĕшетĕр пулсан çав ятпа черкке çĕклĕпĕр.
Каллех мăшăрĕ еннелле куç хĕссе пăхрĕ те ура çине сиксе тăчĕ Татюк, çăтăр-çатăр калаçма пикенчĕ.
— Черкки ниçта та тармĕ-ха, Вăттак, ĕçĕпĕр ăна, тепре те тултарăпăр. Кунта урăххи ухмаха ертет. Качака мăйракине кăлăхах хуçса пăрахмастăр-и, Яндуловпа Улька? Йăмăкăм, эсĕ мĕн калатăн? Пĕлес килет.
Мăкăнь çеçкилле хĕремесленнĕ Улька парăмра юлмарĕ.
— Хамăр шухăша сире пĕлтерсе хугăмăр, — çирĕппĕн евитлерĕ вăл. — Ялта питĕ кансĕр пĕччен хĕрарăма. Андрей те пĕчченех шараçланать. Çавăнпа пĕрлешсе пăхас терĕмĕр. Мĕнле майлашăнĕ çемье çăмхи — хамăртан килĕ. Çав ятпа ырă сунса ĕçме ыйтатăп, аппапа йысна. Хамăрăн тепĕр чăрсăр шухăша та уçса парас екки янă чухне. Эпир икĕ ачана усрава илетпĕр. Унсăрăн çемье телейĕ тулли пулас çук.
— Эппин, йăлтах уçса патăн, пуçтах хĕрарăм? — те шӳтлесе, те кӳренсе мăкăртатрĕ Яндулов. — Юрĕ, хам енчен çакна хушса калам. Паян пирĕн Раççейшĕн чи хăрушши — халăх йышĕ çав тери хăвăрт чакса пыни. Шутлăр-ха, иртнĕ çулталăкра кăна пĕр миллион та çич çĕр пин чухлĕ сахаллантăмăр. Вилет те вилет Раççей халăхĕ, пуяннисем ют çĕршывсене тухса тараççĕ. Хамăр ял администрацийĕнчех ача çуратасси çукпа пĕрех. Вилнисене масара ăсатса яма ĕлкĕрейместпĕр. Çуратнă ачисене те этемле пăхса усраймаççĕ. Эпир Ольăпа иккĕн иртнĕ эрнере Кӳкеçри ача çуртне кайса килтĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ пăрахнă вун-вун ача унта. Хăшĕ килĕшет, суйласа ил, пăхса çитĕнтер, çын тума тăрăш. Эпир шкула кайма çул çитнĕ хĕрачапа арçын ачана куç хыврăмăр. Сăмах май, сире те тĕртсе илетĕп. Эсир, икĕ пенсионер, Шурçереме пурăнма килни пĕрре те савăнтармасть. Сирĕн çемьере икĕ-виçĕ çамрăк çын пулсан урăх сăмахчĕ. Вăт так!
Хĕрӳ калаçăва ытлах шала кĕртсе ярас темерĕç Кушковсем. Яндуловпа Улькана телейлĕ мăшăр пулса пурăнма пиллерĕç те ăсатса ячĕç.
Вăрăм çуллахи кун. Анчах çу тапхăрĕ питĕ кĕске хресченшĕн. Хăй кĕркуннеччен пурнăçлама палăртса хунă ĕçсене аран-аран майлаштарма ĕлкĕрет вăл.
Çакна хăйсем витĕр туйса илчĕç Татюкпа Семен Яковлевич. Сисмерĕç те тейĕн çу вăхăчĕ хӳре кăтартнине. Хĕвел тухнă-тухманах пикенеççĕ те таврана каç сĕмĕ хупласа иличчен чаваланаççĕ анкартинче. Паян йăванса кайиччен тăрмашсан та ыранхи ĕç купалансах тăрать. Пĕр çĕрте çум çумламалла, тепĕр çĕрте çырла татса пуçтармалла, çав хушăрах утă çулса типĕтмелле. Çумăр пуçлансан уçлă-хуплă самант тупма пĕлес пулать ял çыннин. Кут хыçма ерçӳ çук. Таçтан муртан йăтăнса анакан инкекĕ кашни утăмрах. Çуркунне, ырă курăк шăтса тухиччен, пахчана кукшапуç лăчах пусса илет. Çав тĕлĕнмелле ĕрчевлĕ çум курăкăн кишĕр пек чĕрĕ тымарне кĕреçепе чавса тасататăн кăна, тепĕр ирхине каллех сап-сарă чечекпе мăшкăллать кукшапуç! Çĕр улми анинче колорадо нăрри мĕнлерех нушалантарать тата. Рекламăсенче каçса кайсах мухтакан им-çама сапсан та, краççын янă банкăпа йăран тăрăх пуçтарса çӳресен те хăтăлаймастăн парка тунана пилеш евĕр сырса илсе çап-çара тăратса хăваракан йăрăм-йăрăм çăткăнсенчен. Ирĕксĕрех шухăша каятăн: нивушлĕ хальхи ăсчахсем колорадо нăрри, кукшапуç йышши сиенçĕсене пĕтермелли меслет тупаймаççĕ?
Кĕр çывхарнăçемĕн ытти ĕç нумайланать кил-тĕрĕшре. Пахчара тар юхтарса çитĕнтернĕ, тăрăшса пуçтарнă çимĕçе мĕнле тирпейлемелле, ăçта упрамалла? Паллах, ял çыннин çĕр меслет. Кушковсен вара кашни утăмрах ыйту çине ыйту. Татюк вăрмана çӳреме иленсе çырла, кăмпа пайтах сĕтĕрчĕ. Варени турĕ çырларан, кăмпине типĕтрĕ, тăварларĕ. Çĕр банка пулĕ. Ниçта хума çук. Паллах, килте лайăх нӳхреп кирлĕ. Филимонов учитель те нӳхрепсĕр пурăнман. Ăпăр-тапăр купи айĕнче, çурри ишĕлнĕ лупасра, шыраса тупрĕ нӳхрел анине Семен Яковлевич. Хăмаран çапса тунă алăкĕ çĕршĕннĕ. Ани йăтăнса чалăшнă. Кĕрсе тухаймăн унашкал нӳхрепе. Кĕреçе тытрĕ те Кушков çур метр хулăнăш купаланă, пирчесе ларнă тăпрана картишнелле кăларчĕ. Маччи шанчăксăр, тĕл-тĕл шăтнă. Хăй вăхăтĕнче йĕке хӳресем туй тунăунта. Нӳхреп пури те юрăхсăра тухнă, кăмăскаланнă.
Хĕлле хулара пурăнас шутлăскерсен пĕтĕм çимĕçе нӳхрепе тултармалла. Тĕп сакайне хураймăн, пысăк пӳрте хутса ăшăтаймăн уншăнах. Çавăнпа хăвăртрах йĕркене кĕртмелле нӳхрепе. Ун-кун çаврăнкаласан çакна ăнланчĕ Семен Яковлевич. Хăй пурăннă чухне Филимонов учитель кивĕ нӳхрепе çĕнетме шут тытнă иккен. Пуралăх юман хатĕрленĕ. Хуппине сӳнĕ кĕрешсем сарайĕнче, типĕ çĕрте купаланса выртаççĕ. Пуралăх та, мачча сармалăх та çитĕ. Ĕçĕ ытла кăткăсах мар. Çапах Татюкпа иккĕшĕ вăй çитереймĕç. Каллех Финоген Иванович патне кайрĕ Кушков. Лешĕ çур сăмахранах ăнланчĕ кӳрши мĕн сăлтавпа çӳренине. Кашни кунах, техника паркĕнчи ĕçрен пушансан пулăшма килĕшрĕ. Хăйĕн пăчки-пурттине илсе пычĕ,
Эрне ытла тапаланчĕç икĕ ватă çын. Кирлĕ чухне вĕсене Татюк пулăшрĕ. Савăлласа çурчĕç типĕ юман каскасене, чутласа якатрĕç, икĕ метр çурă çӳллĕш пӳрт хăпартрĕç. Ăна вырăна антарсан, Еххим сĕннипе çĕр улмине, кăшмана, кишĕре уйрăм упрама тытăнсан тăварланă пахча çимĕç банкисене лартма сарлака çӳлĕк ăсталарĕç, пиçĕ юман вуллинчен çĕнĕ пусма турĕç. Сарлака çуркамсемпе витрĕç нӳхрепе, анине пысăк çăрапа питĕрмелле майлаштарчĕç.
— Аван пулчĕ! — мухтамасăр тӳсеймерĕ Финоген Иванович.
— Аллă çул ним те мар чăтать. Бетонран янипе, кирпĕчрен купаланипе танлаштарсан, нумай меллĕрех юман пура. Йывăç сывлать вăл, нӳхрепе нӳретмест, тарлаттармасть. Çимĕç шанчăклă упранать.
Часах, пахчари йывăçсем сарă çулçă тăкма тытăнсан анине яри уçса типĕтнĕ нӳхрепе çĕнĕ çимĕç хума пуçларĕç. Хăйсене валли упрамаллине, вăрлăхлăх хăварнине. Кунпа пĕрлех райпо умĕнче парăмра юлмарĕç, йышăну пунктне çĕр улми, кишĕр, купăста леçсе пачĕç Кушковсем.
— Маттур, маттур! Вăт так! — ырларĕ вĕсене йышăну пунктĕнче те хăйне чи аслă хуçа пек тыткалакан Яндулов.
Кушковсем Шурçеремре пушă ларнă кил-çурта кăçал чĕрĕ сывлăш кĕртнинчен пуçланчĕ тейĕн ялти улшăну. Ăçта пынă унта - çĕнни, çĕнни, çĕнни. Агрофирма тракторĕсем сухаланă уй-хирте тырă ăнса çитĕнчĕ, çĕр улмипе кăшман нумай хатĕрлерĕç. Икĕ пысăк витере выльăх-чĕрлĕх туллиех. Унта ялти вунă çын ĕçлет. Фурсов çине тăнипех Лучковăран Шурçереме кĕмешкĕн вак чул сарнă автоçул турĕç. Тĕнче уçăлчĕ тейĕн тахçан манăçа кăларнă пĕчĕк ялшăн. Шурçереме çитмелли тӳрĕ çул пуррипе усă курса теплерен кăна аса илнĕ ватă ашшĕ-амăшĕ патне аякри хуласенче тĕпленнĕ ывăлĕ-хĕрĕ çăмăл машинсемпе вăшлаттарса килме тытăнчĕç. Мăнукĕсем ял тулли хĕвĕшеççĕ халь. Аслисене кура ялти ĕç çумне çыпçăнаççĕ.
Хуласенчен килнĕ ачасен "Тимур ушкăнне" ертсе пыраканĕсем Яндуловсен ывăлĕпе хĕрĕ — Аликпе Светлана. Андрей Степановичпа Улька иккĕшĕ пĕрлешнĕ хыççăнах Кӳкеçрен илсе килчĕç вĕсене, тăван ашшĕпе амăшĕ пулса тăчĕç. Ачисем питĕ чипер, кăмăллă, йӳрĕк. Ялти пĕр ĕçрен те пăрăнмаççĕ. Хула ачисене çырла, кăмпа татма вăрмана ертсе каяççĕ, спорт вăййисене явăçтараççĕ. Яндулов тăрăшнипе уничери çеремлĕхре спорт площадки турĕç. Хăйсем ăмăртса ĕçлерĕç унта Шурçерем тимурçисем. Тĕп тивĕçе — ялти ветерансене пулăшассине — манмасть ырă ача-пăча.
Тепĕр савăнăç пулчĕ Кушковсемшĕн. Усрав ачисене яла илсе килсенех Яндуловпа Улька вĕсене Мăнкас чиркĕвне çăмăл машинпа лартса кайрĕç. Икĕ çул каялла çĕнĕрен уçнă чиркӳ пачăшки шыва кĕртрĕ Яндуловсен ачисене. Семен Яковлевич Аликĕн хреснашшĕ, Татюк Светланăн хреснамăшĕ пулма килĕшрĕ, Турă умĕнче тытнă ачисене парне пачĕç. Ун хыççăн çывăхлансах кайрĕç чипер ачасем, Кушковсем патне пымасăр пĕр кун та сиктермеççĕ...
Кĕркунне. Хăйне евĕр савăк вăхăт вăл çĕр çыннишĕн. Уй-хирти, пахчари пĕтĕм ĕç вĕçленет те хул пуççи çинчи питĕ йывăр çĕклем пушаннăн туйăнать.
Çĕр улмин виçĕ кĕске йăранне кăларса пуçтарма тухнăччĕ Кушков. Васкамасăр, сывла-сывла, канмалла тенĕ пек ĕçлет. Аври типсе хăрнă та çăмăл мар çĕрулми тĕмĕсене тупма. Тасатса пĕтерме май килмен йытпырши кĕрхи хĕвел ăшшинче пушшех ĕрчесе кайнă. Çавăнпа ĕçлекенĕн тимлĕ пулмалла. Тимĕр кĕреçепе касса амантма пулать пахча çимĕçе. Пĕр тĕмĕ хыççăн теприне чавса кăларать Семен Яковлевич. Ку пĕчĕк лаптăка, Шупашкарăн тĕп пасарĕнче ятарласа туяннă "Удача" сорт лартнă йăрансене, вăрлăхлăх хăварма сĕннĕччĕ Татюк. Çавăнпа виçĕ йăрана кайран кăларса пуçтарма, нӳхрепе антариччен верандăна сарса симĕслентерме шутласа хучĕç. Пĕр пек шултра, таса çĕрулми тухни савăнтарать.
Çав самантра кӳршĕсен пахчинче такамсем шавлăн харкашни илтĕнчĕ. Хутшăнман вĕсемпе Кушковсем. Çемйи тăрлавсăр. Кил хуçи, хĕрĕхрен иртсех ватă мучи пулса ларнă Микихвер, Кушковсем яла килнĕ эрнесенче кивçене килсе йăлăхтарнăччĕ. Мĕн кăна ыйт-масть-ши: укçа, пĕр тирĕк çĕр улми, çăкăр, тăвар... Каялла тавăрса памасть. Ăнланчĕç-ха Татюкпа Семен Яковлевич: ахальтен кĕлмĕçленмест Микихвер. Пурнăçĕ сулнăкалла йăваннă ун. Арăмĕ, упăшкипе икĕ хĕрачине пăрахса, таçта мура тухса вĕçтернĕ. Вунă çул ĕнтĕ сас-хура памасть. Ирĕксĕртен урçана юлнă Микихвер ĕçке ярăннă, ачисене кам мĕн парать — çавăнпа усракаланă. Халь хĕрĕсем иккĕшĕ те çирĕм урлă каçнă. Иккĕшĕ те ача туса панă. Анчах ашшĕ пекех ниçта та ĕçлемеççĕ. Вĕсен хăйсен "ĕçĕ". Тухаççĕ те Лучковăна, мăн çул хĕррине, Фура текен вăрăм автомобильсемпе çӳрекен шоферсене алă çĕклесе саламлаççĕ, кирек ăçталла та — Мускав еннелле те, Хусан еннелле те пĕрле ларса каяççĕ. Эрни-эрнипе çухалса çӳреççĕ Микихвер «лĕпĕшĕсем».
Пĕр хĕрĕ яла килнĕ те ашшĕпе пĕрле анкартине çĕр улми кăларма тухнă. Çум курăкран тасатман, йăрансене йĕркеллĕ купаламан пирки мăйăр пек вĕтĕ вĕсен çĕрулми. Татюк хăйсен вĕтĕ çĕрулмине икĕ михĕ кайса пачĕ вĕсене. Каллех такамсем килнĕ ĕнтĕ Микихвер патне, тем пайлаççĕ, тем сутса илеççĕ.
Унччен те пулмарĕ икĕ тăсланкă арçын вĕрлĕк карта урлă каçса Кушков патнелле таплаттарса пычĕç.
— Стой! Ни с места! — урмăшса кăшкăрчĕ пĕри, вăрăм сăмсаллă бейсболкине кутăн лартни. — Кам эс? Халех кала?
Тепри, матроссен йăрăм-йăрăм кĕпине тăхăнни, икĕ чышкине чăмăртаса тăрать.
— Каçарăр та, паллаймарăм сире, маттурсене, — сăмакун шăрши тӳ! çапакан тăрлавсăрсемпе урлă пулас мар, лăплантарас тесе шутларĕ Семен Яковлевич. — Манпа, çитмĕл пиллĕкри ватă çынпа, унашкал калаçни килĕшмест сире, ачамсем.
— Мĕнле ачамсем? Кам ачамккисем! — сиксе ӳкрĕ матрос кĕпелли. — Хăв кам эсĕ? Утаман ыйтнине илтмерĕн-и? Е хăлха чикки туянтармалла пĕрре. Эпир как штык тăна кĕртсе яратпăр!
Алли-ури чĕтреме пуçларĕ Кушковăн. Тарăхса кайрĕ. Аллинчи çивĕч кĕреçепе çамкисенчен касĕччĕ пĕрех хут, анчах ӳсĕрскерсем хăйне çакăнтах çапса пăрахасран шикленчĕ. Тытăнчăклăн ăнлантарма пикенчĕ:
— Мĕнех, пĕлтерем хам кам пулнине. Çак кил-çурта тара илнĕ эпир, Шупашкар пенсионерĕсем. Пахчара чаваланса çу каçрăмăр. Халĕ те ĕçлемелли пĕтмен, ав.
— Молчать!!! Довольно, куркуль! — урсах кайрĕ карттусне кутăн çавăрса тăхăнни. — Пĕлетĕн-и эп камне? Эп — режиссер, театр хуçи!
— Эс, пăхлă кутлă помещик, пире черкке тултарса пар, мухмăр чĕрттер. Кӳршĕре йăваш ханша çеç пулчĕ. Вăл çĕнтереймест пирĕн мухмăр-сухмăра. Ăнланмалла калатăп-и? — йĕкĕлтешрĕ «режиссер» тенин çум çакки.
— Арестовать! — Кушкова хулран çавăрса тытрĕ режиссер. — В кутузку, в обезьянник!
Семен Яковлевича икĕ енчен хĕстерсе тытрĕç те килелле сĕтĕрчĕç йĕксĕксем. Çав самантра, пахчари шăв-шава илтсе, çенĕхре сухан тасатакан Татюк сирпĕнсе тухрĕ.
— Ку мĕн япала! — хăрушла çухăрса ячĕ вăл.
— Мĕн тăватăр ватă этемпе, намăссăрсем!
— Пире эрех ярса пар мухмăр эмелĕ. Çавă çеç, — хăвăрт йăвашланчĕ «режиссер» текенни.
— Мĕн, эрехне кунта килсе лартнă-и эсир, пичке пăккисем! — пушшех хаярланчĕ Татюк. — Ак, йĕме антарса ларам та шăрса парам. Ĕçетĕр-и? Е çак юман туяпа хăнапаса ярам-и!
Кăра хĕрарăм аллине çакланни хăратса пăрахрĕ-ши йĕркерен тухнă арçынсене, вĕсем темĕн мăкăртаткаласа урамалла тухса сулланчĕç. Сулмак туйине алăран вĕçертмен Татюк юлмарĕ вĕсенчен. Лешсем Финоген Иванович патне кĕрсенех унта тулхăрса çитрĕ.
Картишĕнче сысна çурисем валли кăшман ваклакан Еххим урамран икĕ арçын, вĕсем хыççăнах Кушков арăмĕ килсе кĕнине курсан, вăрăм çĕççине алăран пăрахмарĕ, хирĕç тулхăрса пычĕ.
— Эс каллех сĕтĕрĕнсе çитрĕн-и, кĕççе пит! — намăслантарма тытăнчĕ «режиссер» текеннине. — Каллех хаклă хăна пулма-и, кĕрекере суеçтерсе ларма-и? Картсах хур, çилхăван, тек виçĕ пус та памастăп сана. Çитет пире çаратса пурăнма! Аппу, ав, каллех психсиплевĕшре. Ăна пĕрре кайса курасчĕ хăть, ăшă сăмах каласа пулăшасчĕ. Тăван шăллĕ вĕт эсĕ, пĕр тăхăмри этем...
Илтрĕ-ши Еххим йыснăшĕ ятласа тăкнине е хăй ăçта çитсе тăнине манса кайрĕ вăрăм сăмсаллă карттус тăхăннă тăсланкă этем, аллисене çиларман çунатилле сулкаларĕ те тӳп! персе анчĕ тусанлă картишне. Унпа пĕрле килсе кĕни тахăш хушăра тухса тарчĕ.
— Ку хатĕр! Ыранччен ура çине тăраймасть, — лач сурчĕ Финоген Иванович. Курас килмест ăна, çапкаланчăка. Ют çын мар темелле, Кулине шăллĕ. Тахçан артистра çӳренĕ, унта эрех пички ăшне кĕрсе ӳкнĕ. Ĕç тенине манса кайнă вăл, харампыр. Пурăнать Нискасси енчи пĕр ялта, арăмĕ пеккипе. Çулталăкра пĕр-ик хутчен килсе çапăнать Шурçереме. Аппăшĕ кунта-çке. Камран кивçен йăлăнмалли камăнне йăкăртмалли пур. Тьху, ирсĕр этем! Эс ăçта тĕл пултăн вĕсене,Татьяна Ивановна?
— Эп шыраман сан чаплă хăнусене! — ăна-кăна тавçăрсан та çиллине ирттерсе яраймарĕ Татюк. — Хăйсем пырса кĕнĕ пирĕн пахчана, Çумккана тапăннă, эрех минретсе килелле сĕтĕрнĕ. "Ярса пар, черкке тултар!" — теççĕ. Юрать-ха ман алла çакланчĕç. Çак юман туяллă алла!
— Халех каяр эппин, каяр Семен Яковлевич патне, — вашаватланчĕ Еххим. — Аптраса ӳкĕ тата.
Семен Яковлевич пахчарах тĕрмешет. Кăларса кушăхтарнă çĕрулмине икĕ карçинкка тултарнă вăл. Виççĕн йăтса кĕчĕç тăватă витре кĕрекен карçинккисене, вăрлăхлăх çĕрулмине верандăна сарса хучĕç. Татюк хурлăхан çеçки ярса чей вĕретме ĕлкĕрчĕ çав хушăрах. Сĕтел хушшинче вăрах калаçса ларчĕç кӳршĕсем. Тарăхăвне пытармарĕ Финоген Иванович. Шурçеремре ырă улшăнусем халăха савăнтарнă чухне арăмĕн чыссăр шăллĕ усал ĕç туса çӳрени чăнах та хытă тарăхтарнă ăна. Кулине шăллĕ Неçтĕр, хĕрĕхрен иртнĕ этем, тахçанах унта-кунта çапкаланса çӳрени, унпа пĕрле Сăр юхан шывĕн пулă инспекцийĕнче ĕçлесе эрех ăшне путнă Лучковăри баракра пурăнакан Кульковпа ермешсе кайни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ Кушковсене, хăйĕн ăнман тăванĕ сĕмсĕррĕн тапăнса кӳрентернĕшĕн каçару ыйтрĕ...
Çĕнелекен Шурçеремре йĕрке çирĕпленнине кăтартса пачĕç Яндуловпа Улька. Суя режиссер Нестер Тимков, пулă инспекцийĕнчен тахçанах кăларса çапнă Иван Кульков ял тăрăх çынсенчен эрех ыйтса çӳрени, ĕç ветеранне Семен Кушкова кӳрентерсе пĕтерни тарăхтарса янă Мăнкас администраци пуçлăхĕпе Шурçерем старостине. Тепĕр кун ир-ирех ял пухăвĕ пулчĕ. Халăх умне лартрĕç Тимковпа Кулькова. Кульковне Финоген Иванович мотоциклпа илсе килчĕ Лучковăран. Вирлĕ те тĕрĕс сăмахпа намăслантарчĕç ăçтиçуксене. Сабирова староста малтанах систернипе Шурçереме районти милици нарячĕ килсе çитрĕ, эсреметсене вун пилĕк талăклăха хупса усрама илсе кайрĕç.
— Пĕрле пуçтарăнтăмăр пулсан, тепĕр ыйтăва пăхса тухăпăр, — сĕнчĕ Яндулов. — Хăвăрах куртăр пулĕ, ял хушшинче киревсĕр ĕç тăвакансене халăхпа пĕрле пăркăчламалла. Мĕн тумалла-ха? Пĕрремĕшĕнчен, черетпе ял хуралне тухассине йĕркелемелле пирĕн. Иккĕмĕшĕнчен — халăх дружинин ĕçне чĕртсе ямалла. Ăна ертсе пыма Финоген Иванова сĕнес килет. Мĕнле шухăшлатăр?
Ырласа йышăнчĕç икĕ сĕнĕвне те. Еххим çавăнтах халăх сыхлавçи пулма кăмăллакансене хăй тавра пуçтарчĕ. Чи малтан Яндуловпа Сабирова килĕшрĕç дружина йышĕнче тăма.
Хăйне евĕр тепĕр уяв пулчĕ Шурçеремре. Пукрав умĕн Кушковсем патне Улька пычĕ. Малтан аппăшĕпе пăшăл пăтти пĕçерчĕç вĕсем, унтан Семен Яковлевича кухньăна чĕнсе илчĕç.
— Сăмса тăрри кĕçĕтмест-и сан, Яка Çумкка? — тем шахвăртрĕ арăмĕ. — Хăна пуçтарассине шутласа хуман-и?
— Мĕнле хăна, мĕнле ĕçкĕ? — ăнланаймарĕ Кушков.
— Ăна пирĕн пуçтах староста каласа патăр, — Улька еннелле куç ывăтрĕ Татюк.
— Ыйту тухса тăчĕ-ха пирĕн, Яндуловсен, хăнăхнă йăлапа ĕçлĕн пуçларĕ Улька. — Пукрав кунĕ кăштах хăна пуçтарас, уяв пекки тăвас тетпĕр. Анчах, хăвăрах пĕлетĕр, ман пӳрт тăвăртарах. Виçĕ сĕтел лартса кĕреке тăваймăн. Сирĕн кунта питĕ ирĕк, Мăнкасри клуб пекех. Çавăнпа Яндуловпа иксĕмĕр пĕрлешнине, икĕ ачаллă çемье пулса тăнине сирĕн килте кăна пуçтарса паллă тăвас тетпĕр. Паллах, эсир, хуçасем, ирĕк парсан.
— Çав тери лайăх шухăш! — ырлама васкарĕ Семен Яковлевич. — Эп мĕн? Эп кĕрекене кĕрсе ларма яланах хатĕр, леш совет пионерĕ пек. Ĕçĕ-тĕрĕçĕ Татюк çине тиенет. Вăл калатăр.
— Пулăшăп хам пултарнă таран, — ăшталанса ӳкрĕ мăшăрĕ. — Юрĕ, паянах сăра тума хуран çакăп. Салат пур, çĕнĕ хăмла татса хунă. Çĕпри хатĕрех.
— Ак, ĕç вĕресе кайрĕ те! — хĕпĕртерĕ Улька.
— Унтри Мăнкасран така çавăтса килнĕ, халь Еххимпе пĕрле пусса тирпейлеççĕ. Апат-çимĕçĕпе йăлтах хамăр тивĕçтерĕпĕр. Пурте çителĕклĕ темелле.
Нумай кирлĕ-и кĕр мăнтăрĕнче ял çыннине хăна-вĕрле пуçтарма? Паллах, Татюкпа йăмăкĕ çĕр çывăрмасăр тенĕ пек вĕткеленчĕç-ха. Шӳрпе пĕçерчĕç, узбек пловĕ хатĕрлерĕç. Кукăль-икерчĕ сĕтел тулли лартса тултарчĕç. Эрехĕ-сăри такама та çитĕ.
— Эс, Татюк-чиперук, хамăр енчен мĕнле парне памаллине шутласа хунă-и? — канăçсăррăн ыйтрĕ Кушков.
— Хам мĕн парассине манман-ха эпĕ, вĕр çĕнĕ вырăн комплекчĕ çырлахтарĕ тетĕп аллăран иртнĕ кĕçĕн çынсене, — те шӳтлесе, те йĕплесе каласа хучĕ мăшăрĕ. — Сан вара мĕнле парне пур-ха?
— Çавăнпа ыйтрăм та, — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçкаларĕ Кушков. — Райцентра кайса Аликпе Светлана валли шкул хатĕрĕсем, çавăн пекех тепĕр уйрăм парне туянса килес тетĕп. Паянах çитсе килетпĕр Финоген-Еххимпе. Райпо пахча çимĕçшĕн укçа парать тет. Чухах пулать парне туянмашкăн.
Чăнах та, икă пысăк пӳлĕм тулли хăна пуçтарăнсан пурне те тĕлĕнтерчĕ Семен Яковлевич. Вăл Яндуловпа Улькана телĕйлĕ çемье çавăрнă ятпа ăшшăн саламларĕ те унччен пурçăн виткĕç айĕнче тытнă компьютера парнелерĕ, вĕсен ывăлĕпе хĕрачине шукăль тум тăхăнтартрĕ.
Çăмăл пулчĕ Кушков алли. Парне парса тултарчĕç Яндуловпа Улькана, вĕсен савăк кулăпа çиçекен ачисене те манмарĕç.
Пурне те ăшшăн тав турĕç Андрей Степановичпа Ольга Ивановна.
— Сире, хаклă хăнасем, пĕр юмах каласа парас килет, — терĕ Яндулов. — Ăна эпĕ ача чухне хамăн асаттерен, Янтул чăвашран, илтнĕ. Ĕçĕ Кĕтерин патша вăхăтĕнче пулса иртнĕ иккен. Пăкачав вăрçине хутшăннă чăваш хресченĕсен пĕр йăхĕ, патша генералĕсенчен тарса, Сăр енчи сĕм вăрмансенче хӳтлĕх шыранă. Çапла майпа килсе тухнă вĕсем халь эпир пурăнакан хутлăха. Янтул аслашшĕпе тепĕр пилĕк çемье Мăнкас ялне никĕсленĕ. Тепĕр ушкăнĕ тарăн çырма урлă каçса тӳрем вырăна суйласа илнĕ. Кăлкан тип-тикĕссĕн хумханса ларнă унта. Сывлăм ӳкнĕрен кĕмĕл тĕслĕн курăннă кăлкан уйĕ. Шурçерем ят хунă чăвашсем хăйсем суйласа илнĕ вырăна. Çапла çуралнă Шурçерем текен ял. Вăйланнă, тарăнланнă ун тымарĕ. Анчах юлашки çулсенче куç умĕнчех хавшарĕ пĕчĕк ял. Юрать-ха ырă çынсем яла килме пуçларĕç. Шурçерем агрофирмăн хушма хуçалăхĕ пулса тăчĕ. Тусăмсем, пăрăнмалла мар пирĕн çак çул-йĕртен, татăлма памалла мар ял тымарне. Хирĕçлеместĕр пулсан çавăншăн черкке çĕклĕпĕр...
Вĕçленчĕ Кушковсен Шурçеремри çу вăхăчĕ. Лучковăна çити хăйĕн мотоциклĕпе ăсатрĕ вĕсене Финоген Иванович. Шупашкаралла каякан автобуса кĕтсе тăнă май, арăмне кăлт тĕртрĕ Семен Яковлевич:
— Итле-ха, Татюкăм, темшĕн шиклентерет мана хулана таврăнасси. Сăмах лекет ĕнтĕ. Вирлĕ сăмах лекет.
— Камран шикленмелле? Мĕнле сăмах? — ăнланаймарĕ мăшăрĕ.
— Врачсенчен. Ара, çуркуннеренпе пулман-çке вĕсем патĕнче. Эпĕ унта ятарлă шутра тăратăп вĕт.
— Чĕре ыратать-и?
— Çук, яла килнĕренпе чĕре пуррипе çуккине те туймастăп. Тавах Турра, пурте йĕркеллĕ.
— Ха! Мĕнлерех чăрсăрланса кайрăн пулать, Яка Çумкка! Эппин мотор чăхăмламасть сан. Ял ĕçĕ, ял пурнăçĕ, ял сывлăшĕ сиплерĕç пире, чи чаплă тухтăр пулчĕç.
Кушков Лучковăран Шурçеремелле вăрман витĕр тăсăлакан тикĕс çулпă тиевлĕ икĕ машин кĕрсе кайнине асăрхарĕ. «Фурсов ертсе пыракан агрофирма хушма хуçалăх валли каллех темĕн кӳрсе килет, — шухăшларĕ кăмăллăн. — Çирĕпленет ял тымарĕ».
Тепре киличчен эппин, ял çулĕ, сывлăх çулĕ.