Мĕн вăл чăвашлăх?
Ку вăл — ачашлăх,
Уй-хир евĕр анлă
Туслăх, тăванлăх.
Пĕрле пурăнни вăл
Чăваш хĕрĕ, ывăл,
Çак пĕрлĕх пире
Тытни ĕмĕре.
Мĕн вăл чăвашлăх?
Ку вăл — малашлăх,
Чĕлхемĕр ку пирĕн
Хула çийĕн, хирĕн
Вĕçни. Хавас кулă
Çиçни ку хăюллăн
Чăваш куçĕнче
Тĕнче умĕнче.
Мĕн вăл чăвашлăх?
Ку вăл — юлташлăх.
Ку вăл — пуласлăх,
Истори ку аслă.
Çынна тус туни вăл
Чăваш хĕрĕ, ывăл.
Эпир-ши камсем?
Эпир — чăвашсем!