Пăлхар елтĕперĕ куллен
Çапла шухăшларĕ хуллен:
«Хаяррăн хăмсарчĕ хасар.
Хырать хырçă-марçă та çар.
Çураçрĕ ман икĕ хĕре...
Памастъ пурăнма ирĕкре.
Тытать иудей йĕркине.
Тыттарĕ ăна кĕрӳшне.
Текех пăхăнмастăп ăна —
Таçти аякри кăк хана.
Ман хамăн алри çĕршыва
Çĕклесчĕ васкавлăн шавах.
Çыхасчĕ пĕр çирĕп çыхха
Пĕрлешнĕ тăват хутлăха.
Пăлхар та сăвар йăхĕсем,
Парс йăхĕ, аскул - ак вĕсем.
Калаччăр: «Маттур елтĕпер!
Кунтах лайăхрах тĕпленер».
Ан тивтĕр çĕнме Пăлхара
Асар та писер хасара.
Кирлех тĕреклетнĕ хула —
Тăшман ан кĕрейтĕр шала.
Ăна та пултарĕç ишме.
Пур урăх тĕреклĕ хӳме.
Илем те Багдад пиллĕхне,
Кĕрем ун чăн-чăн хӳглĕхне.
Вара пире хирĕç хасар
Вăр-вар ярас çук утлă çар.
Тивет ун чухне йышăнма
Араб мухтакан ислама.
Ун пек япаласăр çĕршыв
Пулаймĕ тĕреклĕ те сыв.
Шик пур-ха: хăш-пĕр тăрăна
Тӳр килĕ кĕртмешкĕн ăна.
Аскул йăхĕпе хальлĕхе
Тупатпăр эпир пĕр чĕлхе.
Тытсан та вăл урăх йăла,
Пурнатпăр унпа хăталла.
Акус таптамин çĕрĕме —
Çураçрăм ăна хĕрĕме.
Пăртас, пушкăрт, çармăс пире
Тивмеççĕ текех чикĕре.
Анчах ирĕк чунлă сăвар
Ислам йышăнаймĕ вăр-вар.
Хăрушлăх çитсессăн ума
Ниçта пултараймĕ кайма...
Çак ĕмĕтĕм тухĕ тӳрре.
Ахаль-и тĕллентĕм пĕрре:
Тăратăп кермен тăрринче,
Итлет мана петĕм тĕнче...
Эй, Турă, эппин, пиллесем:
Çитейччĕр айван ĕмĕтсем.
Шур Атăл Пăлхарĕ вара
Чыс илтĕр йĕри-таврара».