Иртнине тавăрса ман килесчĕ,
Яшлăха таврăнасче тепре.
Ăçта йăнăш ман пулнă — пĕлесчĕ,
Тӳрлетесчĕ ăна çĕн ĕçре.
Хальхи ăсăмпала пурăнасчĕ,
Яшлăхри вăй-халпа савăнса;
Ырă ĕç темĕн чухлĕ тăвасчĕ,
Тăван халăхăма юратса.
Çут хĕвел нихăçан та тухаймĕ
Мальене йăлт манса анăçран.
Яшлăх пирĕн нихçан таврăнаймĕ,
Тараяс çук эпир ватлăхран.
Ватлăха та, эппин, хисеплер-ха,
Тен, вăл пирĕн чи хаклă кунсем.
Тумалли тем чухлех, кӳлĕнер-ха,
Çен ĕçе кăштах пур чух вăйсем.
02.02.2007.