Паян Шансовсен çемйинче халиччен пулман пысăк ĕçкĕ. Тăватă пӳлĕмлĕ хăтлă хваттерĕн залĕ тăршшĕпех сĕтел лартнă. Тутлă апат-çимĕçпе тулнă сĕтел йăтăнса анас пек ларать. Шансовсем патне хăнасем патшалăх банкĕнче самаях пысăк должноçа куçнă Мария Петровнана саламлама килнĕ.
Шурă чĕнтĕрлĕ çиттипе витнĕ сĕтел çинче хурапа хĕрлĕ вăлчасемпе тултарнă савăтсем, темле акăлчан рецепчĕсемпе хатĕрленĕ сысна çурипе хур тушкисем, банан, ананас, хĕл кунĕсене пăхмасăрах тин татнă пек курăнакан çĕр çырли, кил хуçи халиччен курман тĕрлĕрен эрех темĕн чухлех.
— Мария Петровна, сирĕн сывлăхăршăн, пуянлăхшăн, — çĕклеççĕ черккисене хăнасем.
— Сирĕншĕн, сирĕншĕн! — янăраса тăрать пӳлĕмре.
— Каçарăр та, Мария Петровна, — илтĕнсе кайрĕ сасартăк пĕр хулăнрах сасă, — мăшăрăрпа паллаштарăр-ха пире.
Халиччен ют çын пек вăрттăн сĕтел хушшинче хĕсĕнсе ларакан Николай Иванович шартах сикрĕ. Хумханса кайнипе чĕри сиксе тухасла тапрĕ унăн.
— Николай Иванович, эсир хăш банкра ĕçлетĕр? — ыйтрĕ пĕр мăнтăр туталлă майра.
Шансов ура çине тăчĕ:
— Эпĕ нимĕнле банкра та ĕçлеместĕп, эпĕ наукăпа тĕпчев институтĕнче биологи наукисен тухтăрĕ, аслă наукăллă сотрудник пулса ĕçлетĕп, — хумханнипе тем айăпа кĕнĕ çын пек аран-аран сассине кăларчĕ вăл.
— Институтра çеç ĕçлетĕп тет-и? Ах, мĕскĕн Мария Петровна, — пăшăлтатрĕç хăлхаран пĕрне-пĕри ун сăмахне илтме пултарнă хăнасем.
— Хальхи пурнăçра институтра çеç ĕçлесе ученăй пулма мĕнле совеç çитерет вăл? Тата çемьеллĕ-ха хăй! — илтĕнчĕç тарăхнă сасăсем.
Мария Петровна çине пурте хĕрхенсе те ăнланнă пек туса пăхрĕç. Шансов енне вара ниме тăман çапкаланчăк çине пăхнăн йĕрĕнсе те мăнкăмăллăн куçĕсене пăрчĕç.
— Сирĕн положенине ăнланатпăр эпир, хисеплĕ ĕçтешĕмĕр, — терĕ ура çине тăнă банк пуçлăхĕ, — çавăнпа та çак уйăхран пуçласа малашне пĕрер миллион пособи парса пыма пуçлăпăр.
Хăнасем саламласа тăвăллăн алă çупрĕç. Пурте савăнчĕç, кулчĕç, Николай Иванович сĕтел хушшинчен тухса кайнине никам та сăнамарĕ. Чăннипе, унăн хăй тухса кайнине никама та систерес те килмерĕ. Хăнасенчен пĕринпе те калаçас кăмăл çуралмарĕ унăн. Шансов пĕчченех хваттертен тухрĕ те алăк умĕнче чĕлĕм çавăрса ячĕ.
— Каçарăр та тӳрĕ ыйтушăн, — илтĕнчĕ кĕтмен çĕртен паçăрхи хăрăлтатакан сасă, — эсир мĕн чухлĕ укçа ĕçлесе илетĕр?
— Уйăхсерен тăватçĕр аллă тенкĕ тухать манăн.
— Мда-а-а, — тăсрĕ сăмахне нумай шухăшлăн банк пуçлăхĕ. — Эсир хăть пăшалпа пеме пĕлетĕр-и? Автомат та пулин алра тытса курнă ĕнтĕ эсир? — тарăхрĕ пуçлăх.
— Мĕн тума кирлĕ вăл пăшалпа пеме пĕлни?
— Эпĕ сире сыхлавçă вырăнне сĕннĕ пулăттăм.
— Çук, эпĕ пăшалпа пеме пĕлместĕп, мана вăл кирлĕ те мар, — хуравларĕ Николай Иванович.
— Эппин, буфета вырнаçтарăпăр. Пӳлĕмсем тăрăх чей çеç валеçсе çӳремелле пулĕ сирĕн, — сассине хăпартрĕ директор.
— Эпĕ?! Наука ĕçченĕ?! Пӳлĕмсем тăрăх чей валеçсе çӳреме?! — теленнипе сывлăшне çавăрса яраймасăр ыйтрĕ Шансов.
— Мĕн вара? Укçа ĕçлесе илес тесен чей те валеçĕн, ку тислĕк кăларни мар. Килĕшместен пулсан, санăн ĕç. Эпир никама та ирĕксĕр ĕçе илместпĕр, хăваласа яма çеç пултаратпăр. Ну, юрĕ эппин, чипер юл, ученăй юлташ, — лĕхлетсе кулса илчĕ те директор алăкран кĕрсе çухалчĕ.
Николай Ивановичăн тек зала кĕрес килмерĕ. Çисе-ĕçсе тăраннă мăнтăр хырăмлă та чипер çипуçлă, анчах чунсăр, укçасăр пуçне нимĕнпе те интересленмен, çыннăн хуйхи-суйхине ăнланман çынсемпе калаçма мар, юнашар та ларас килмере унăн.
Çурçĕр иртсен хăнасем саланчĕç.
Ирчченех ларчĕ Шансов. Телейлĕ çамрăклăха аса илчĕ, çав вăхăтсем нихăçан та каялла таврăнмасса ăнланса хуйхăрчĕ. Акă, тин çеç пĕрлешнĕ çамрăк мăшăр. Нимĕн те çук вĕсен. Пурăнма та общежитинчи пĕчĕк пӳлĕмре пурăнаççĕ пулин те, тăвăр мар вĕсене. Сĕтел-пукан, кравать, савăт-сапа пур — урăх нимĕн те кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вĕсемпе çамрăклăх, юрату, пĕр-пĕрне ăнланни пур. Ку вара чăн-чăн пуянлăх. Савнă мăшăрĕ Маша, бухгалтере вĕренсе пĕтернĕскер, пĕр предприятинче кассир пулса ĕçлетчĕ. Хăй, çамрăк аспирант, институтра вăй хуратчĕ. Укçи сахал пулсан та çитсе пырать вĕсене, çитменнине те тăрăшсан çитерме пулать-çке! «Эх, вăхăт, вăхăт... Паянхи пурнăçа пурнăç теме пулать-и манăн», — шухăшларĕ вăл.
Ирхине ĕçе каяс умĕн Николай Иванович сĕтел çинче ĕнер тăрса юлнă шпрот татăкне çиес тесе çăварне çеç уçнăччĕ, арăмĕн куçĕсене курнă хыççăн çăварĕ хăйпе-хăех хупăнчĕ, алли хытса ларчĕ. Шансов васкаса апатланакан пӳлĕме чупса кĕчĕ те виçĕмкунхи йӳçнĕ кефира пĕр сывламасăр ĕçсе ярса ĕçе тухса ыткăнчĕ. Паянтан вара институтра ĕçлесе илекен 450 тенкĕпе çисе пурăнма тĕллев лартрĕ. Кăнтăр апатне столовăйĕнче çирĕ, винегретпа яшка илчĕ вăл, аш-какай çиме укçи çитеймĕ çав. Каçхи апатне килĕнче турĕ, улма ăшаласа кефирпа сыпрĕ. Çапла кашни кун. Арăмĕ вара упăшки мĕнле пурăннине вуçех те асăрхамарĕ,
Пĕррехинче хваттере тăватă арçын кĕмсĕртеттерсе çитрĕç. Тем пысăкăш кравать сĕтĕреççĕ хăйсем.
— Антиквариат, 18-мĕш ĕмĕр, — терĕ арăме мăнкăмăллăн, упăшкин ыйтуллăрах куçĕсене курсан. Кунта майлă та урлă та выртма пулать. Кăларса перĕр леш хăлтăр-халтăра.
Арçынсем пĕр тăхтаса тăмасăр Шансовсен çывăрмалли пӳлĕмĕнче 20 çул ытла ларнă краватне йăтса илчĕç те туххăмра урама кăларса лартрĕç. Ун вырăнне çур пӳлĕме йышăнакан капмар антиквариата пырса лартрĕç.
Каç пулсан Николай Иванович 18-мĕш ĕмĕрхи кравать çине выртмарĕ, хул хушшине раскладушка хĕстерчĕ те кухньăна çывăрма кайрĕ. Мария Петровна те савăнса, те курмăш пулса стена енне çаврăнса выртрĕ.
Çапла кашни çывхарса килекен кун Шансова çĕнĕ тĕлĕнтермĕшсем парнелерĕ.
Каç. Ĕçрен ывăнса килнĕ Николай Иванович çемçе пукан çинче хаçат вуласа ларать. Мария Петровна капăр тумсем тăхăннă, текĕр умĕнче хура тилĕ тирĕнчен çĕленĕ вĕр çĕнĕ кĕрĕке тăхăнса тăрать.
— Маша, эсĕ капла ăçта хатĕрленетĕн? — куçне хаçат çинчен илчĕ кил хуçи. — Урамра тĕттĕм, хаклă кĕрĕке хывса илме те пултараççĕ. Ху та пĕлетĕн, халĕ каçхине çӳреме хăрушă. Тен, сана ăсатса ямалла мар-и?
— Эсĕ маншăн ан хăра, хăвăншăн хăра. Мана ăсатакан та пур. Пĕлесех килет пулсан, эпĕ казинона каятăп. Илтрĕн-и, ка-зи-но-на, — вăрăммăн кашни сыпăкне тăсса мăнкăмăллăн хуравларĕ арăмĕ.
— Казинона?! — тĕлĕннипе çăварне карсах пăрахрĕ Шансов. — Мĕн тăватăн эсĕ унта?
— Мĕн тумаллине хамах пĕлетĕп. Пĕлмесен мана Билл ăнлантарĕ.
— Ку тата кам?
— Пĕлместĕн-им, президент! Эпĕ халĕ ăна та укçалла çырăнса илме пултаратăп! — терĕ те арăмĕ килĕнчен тухса кайрĕ.
Алăк шатлатса хупăннă сасă Николай Ивановича пуçран чукмарпа çапнăнах туйăнчĕ.
Пушă! Епле пушă çуртра! Çуртра çеç мар, чунра пушă! Ăçта каймалла, чуна епле лăплантармалла?
Шансов тахçанхи пальтоне хăйĕн çине уртса ячĕ те аллине çĕлĕкне тытса килĕнчен тухса вăркăнчĕ. Çак çуртра урăх пĕр минут та тăрас килмерĕ унăн. Пушă, ах, епле пушă... Урам та пушă! Урам варринче мăнаçлăн çӳлтен аялалла пăхса тăракан палăк çеç тăрать. Мĕн çинчен шухăшлать вăл? Тен, чулран касса кăларнă çын кĕлетки Шансова ырă сĕнӳ парĕ, таса шухăшсем çуралма пулăшĕ? Пĕлсенччĕ вăл халĕ арçын чунĕ мĕнле вăрканине.
Шансов куçне мăчлаттармасăр нумайччен чунсăр палăк çине пăхса тăче. Унтан ерипен, темле пушăлăха путнăн, çул тăрăх утса кайрĕ. Ăçта илсе çитерĕ-ши ăна çав çул?