Ку тĕлпулу больницăра пулса иртрĕ. Эпĕ ун чух палатăра пĕчченех выртаттăмччĕ.
Пĕринче юнашарти кравать çине тин çеç операци тунă çынна пырса хучĕç. Медсестра каланă тăрăх, вăл йывăç тăрринчен ӳкнĕ. Урине хуçнă пулать вара. Сăнран пăхсан, хăй çап-çамрăк. Хура çӳçлĕ, типшĕм питлĕ. Халат айĕнчен хĕрлĕ кĕпе курăнать. «Шел ачана. Анчах мĕн тăвас тетĕн? Ача чух хам та пĕррĕ çеç мар ӳкнĕ. Вырт ĕнтĕ халь, мана юлташ пулăн», — шутларăм эпĕ. Епле ĕçсем пуçланассине пĕлнĕ пулсан, апла каламăттăм та-и, тен?
Каçхине, çывăрас умĕн, кăшт уткаласа çӳрес терĕм. Кӳршĕ ман пĕр хускалмасăр выртать. Сăнаса тăракан медсестра: «Тăна кĕмен-ха», — терĕ. Эпĕ, паллах, шăппăнрах, пĕр сас-чĕв те кăларас мар тесе, унталла-кунталла куçкалатăп. Ваттисем: «Инкек куçа курăнса килмест», — теççĕ. Утса ывăннă хыççăн кравать çинче «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнеке вуласа выртаттăмччĕ, сисмен те, çывăрнă кайнă. Тĕлĕк куратăп. Атăл, баржа, трап... Эпĕ те, Çтаппан пекех, вăйлă, ытти крючниксемпе пĕрле михĕ йăтнă та çырана тухатăп. Трап хăми вара темĕншĕн хытăран хытăрах авăнать. Халь-халь шыва персе анассăн туйăнать. Миххи тата тем пысăкăш. Йывăр. Малалла утас тетĕп, хăратăп. Çапла асапланаканскер, тăруках вăранса кайрăм.
Куçа уçиччен хупсах выртмаллаччĕ. Мачча çӳллĕшĕнче темĕнлĕ хĕрлĕ кĕлетке сывлăшра ярăна парать. Хăранипе ман куç алчăраса кайрĕ, çӳçпуç та, сисетĕп, вирелле тăрать. Хам вара ни кăшкăрма, ни сиксе тăма вăй çитерейместĕп. Пĕтĕм шăмшак хытса ларнă. Юлашкинчен питĕ хыттăн кăшкăрса ярас тенĕскер, темĕнле хăрăлтатакан сасса пăвăннă карланкăран тĕртсе кăларса ятăм. Анчах ун пек вăйсăр сасса кам илттĕр? Куçран тата темĕншĕн куççуль тапса тухрĕ. «Хăранипе йĕрсе ярасшăн пулман-ши эпĕ?» — тесе те шухăшлатăп халĕ, хамран хам кулкаласа. Ун чухне шăл йĕрес шухăш пуçра та пулман. Кӳршĕ вара, эпĕ мĕн те пулин ăнланса иличчен, вырăн ăшне кĕрсе выртрĕ. Ним сиксе тухман пекех, хăйĕн кравачĕ çинче пĕр хускалмасăр выртать. Вăл тарăн ыйха путнă тейĕн. Сирĕн ума, ку ӳкерчĕке вуласа тухнă хыççăн, Гоголĕн «Вий» ятлă калавĕнчи пăтăрмахсем куç умĕнче çĕнĕрен курăнса каймарĕç-и? Манăн та çавах. Каçарăр та мана, ирĕксĕрех сăхсăхса илтĕм. Турра ĕненместĕп те, темĕншĕн, тен, хускалнăран-и, мана вăй кĕрсе кайрĕ. Тинех сывлăш çавăрса илтĕм. Кăштах чĕтреме чарăнсан, кравать çинчен тăрса, юнашара пырса пăхатăп. Чăнах пулчĕ-ши ку? Тен, тĕлĕкпе кăна аташатăп? Çук, чăнах. Çынни те çавах. Тата хĕрлĕ кĕпи... Урайĕнче ăшă халат выртать...
Çапла пăхкаласа тăнă хыççăн, ним тума аптранипе, каялла кайса выртрăм. Çывăрасси хăямата! Пуçра тем-тепĕр, юмахри ковер-самолетран пуçласа мĕлке-тĕлленчĕксем таранах, аса илетĕп. Пурпĕрех пĕри те курнине тăмасть. Юлашкинчен, ним тума та пĕлменнипе-и, тен, хама ку туйăнчĕ пулĕ тесе çывăрма хистерĕм. Чылай выртсан тин ыйха кайнă.
Эпĕ тăнă çĕре хĕвел тухнă. Каçхи ĕçе аса илсе, кӳршĕ çине пăхатăп. Вăл та вăраннă. Унăн хура куçĕ шăтарасла пăхать. Çын çынах. «Хамăр ял» пек. Ирĕксĕрех, тем хаваспа, йăл кулса илетĕп. Чирлĕ çын та кăмăл туса хирĕç кăшт хускалать. Паллашрăмăр. Эпĕ мĕн ятлине тата Биктимиров хушаматлине пĕлтеретĕп. Тен, илтнĕ те пулĕ. Тăваттăмĕш стройтрестра тăрмашатăп. Прораб. Еçĕ, космоса вĕçнипе танлаштарсан, янăрасах каймасть те, хурламастпăр. Пурăнмалăх пур. Кӳрше вара ман темĕншĕн хăйĕн ятне те, хушаматне те каласшăн пулмарĕ. Ун вырăнне сăнĕнче темĕнле тарăху палăрчĕ. Çамккне тар тапса тухрĕ. Тĕлĕнмелле çын. Паллашма та тăхтаса тăрать. Тен, вăл ăнтан кăйнă? Чылайранпа чĕнменнине кура пăшăрханнăçем пăшăрханса пыратăп. Шăнкăрав кнопкине пусатăп. Пĕр авăкран пӳлĕме медсестра чупса кĕрет. Вăл чирлĕ çыннăн аллине тытса пульс тĕрĕслет, унтан укол тăвать. Ăна пăлханма тата халлĕхе унпа калаçма юраманни çинчен аса илтерет. «Мĕнех, — шу-хăшлатăп хам, — калаçăва куçарма та пулать».
Çав кунне, чăнах та, чирлĕ çынпа калаçма май килмерĕ. Тепринче те çавах. Анчах чухлатăр пулĕ, каçхи вĕçев, хĕрлĕ кĕпе... Кĕтме пĕлекен кĕтсе илетех, вырăнпа вырттарнă хыççăн виçĕ кун иртсен, майлашса çитнĕскер, хăех сăмах хускатрĕ. Акă мĕн каласа пачĕ вăл мана:
— Эпĕ пин те тăхăрçĕр аллă пиллĕкмĕш çулта Кусанар ялĕнче çуралнă. Атте ман, Алякин Петр Васильевич, — вăрçă инваличĕ. Анне, Анна Тихоновна, — учительница. Вĕсен пĕртен-пĕр ачи, Коля, сирĕн умăрта. Эпĕ, мĕнле калас, пурнăçра хура-шур курсах кайман. Хăй йĕркипе ялти шкултан вĕренсе тухрăм та района, вăтам шкула, çӳреме пуçларăм. Унтан, паллах, институт. Физика учителĕ сĕннипе Мускаври авиаци институтне кайса кĕтĕм. Аттепе анне хирĕçлерĕç. Мана килтех хăварма тăрăшрĕç. Тĕп килти вучаха сӳнтерес мар тенĕ ĕнтĕ вĕсем. Эпĕ вара, ватăсене тăлăха хăварсах, Мускава тухса кайрăм. Çамрăк ачасене ун чухне техникăпа технологи питĕх те кăсăклантаратчĕ. Мана ытларах автомобильсемпе самолетсем çынна хăйне аякка куçарма пултарни тĕлĕнтеретчĕ. Магнитпа магнит пĕр-пĕрне вăрттăн, куçа курăнман вăйпа е тĕртсе, е туртса илнине те тĕлĕнсе пăхса лараттăмăр. Тен, ку вăл ялта çуралса ӳснĕрен? Мĕнле калас, ача чух лашапа урапасăр пуçне ннмех те курман. Лашисем лайăхчĕ вара. Уйра ĕçленĕ хыççăн, шăварма тесен, çăл еннелле ăмăртмалла чуптараттăмăр. Епле хăвăрт та чармалла мар ĕрĕхсе ыткăнатчĕç çамрăк утсем. Хаваслă вăхăт — ачалăх. Халь вара? — Кӳршĕ, ман, хăй çине пăхса, темле хурлăхлăн кулса илчĕ. — Касса ӳкернĕ юман пек выртатăп. Ну, ку юрĕ-ха. Малалла каласа кăтартам. Паллă, ӳркенмесен, вĕренме кĕрсен — вĕренсе тухăн. Анчах çамрăк чухне вĕренӳсĕр пуçне урăххи те пур-çке-ха. Урăххи вăл, Надя, Надежда ятлăскер. Чăваш çĕршывĕнчен, Шупашкартан, вĕренме килнĕ. Эпĕ ăна пĕтĕм чунтан юратса пăрахрăм. Тĕл пулсан, хамăр пĕрмаях малашнехи пурнăç çинчен, Тăван çершывшăн, юратнă халăхшăн ĕçлесси çинчен калаçаттăмăр. Савăк вăхăт...
Николай Петрович каллех калаçма чарăнчĕ. Унтан хашш сывласа илчĕ. Шухăша путрĕ. Эпĕ ăна, паллах, васкатмарăм. Пӳлĕмре шăп. Пире никам та кансĕрлемест. Кăшт тăхтасан:
— Пĕлетĕр-и, çак инкеке эпĕ Надьăна пула лекрăм, — терĕ.
— Епле вара, эсир пĕр-пĕрне ытла та хытă юрататăр тенĕччĕ-çке?
— Тем, эпĕ наукăна ытларах юратрăм пулас. Мана, чи лайăх вĕренекен студента, диплом çырса хӳтĕленĕ хыççăн автоматика кафедри çумĕнчи аспирантурăра хăварчĕç. Надя Шупашкара таврăнчĕ. Хăлĕ вăл электроаппаратура заводĕнче ĕçлет. Темле йăлăнсан та, вăйпа тенĕ пек хистесен те, эпĕ унпа пĕрле Шупашкара кайма килĕшмерĕм. Ăçта унта? Эпĕ вĕт левитаци законĕсене тĕпчеме пуçланă. Çăмăлтарах меслетпе, Çĕр туртăмне çĕнтерсе, йывăр грузсене инçе куçарма çĕнĕ мел шыранă. Илтнĕ-и эсир вĕçме пултаракан çынсем çинчен?
— Темле фантастикăллă калавра вуласаччĕ.
— Фантастикăра? Эпĕ вара çав ыйтăва чăннипех хускатрăм. Эсир мана ăнлантăр пулĕ тетĕп, — кăшт тута хĕррипе кулса илчĕ кӳршĕ. — Çапла пĕр çул аспирантурăра вĕреннĕ хыççăн, — малалла тăсрĕ хăйĕн калавне аспирант, — канма тесе, яла килтĕм. Ялта аттепе анне. Ыйтусем, пăлхану. Анне мана килтех, ялтах, пурăнма хистет. Атте чирлĕрех. Килти хуçалăхра та пулăшу кирлĕ. Вăйпитти арçын алли палăрсах каймасть-ха пирĕн ялти кил-çуртра. Анне хăй ăшĕнче, тен, кин те кертесшĕн пулнă пулĕ. Ватлăхра мăнуксемпе йăпанмасан, кампа урăх йăпанăн? Атте ытла калаçмасть. Пурне те ăнланать пек. Анчах сисетĕп. Кăмăлĕпе вăл пит авăк. «Епле-ха апла, — тет атте, — ывăла юратса ӳстертĕм, вĕрентрĕм, вăл пур, пĕтĕм шанчăкăм, тăван ашшĕпе амăшĕн ĕмĕтне пăрахăçлать. Асаттесен килне тĕпрен хăртать. Ĕçлес тесен, инженерăн, ялта та ĕç нумай».
Эпĕ вĕсене пĕтĕм чунтан шеллетĕп. «Нивушлĕ — тетĕп, — атте-аннен юратăвне каялла тавăрса параймăп? Ĕмĕрлĕхе парăмра юлăп? »
Килте пурăнса, кунсем питех те сисĕнкĕсĕр иртеççĕ. Эпĕ Мускава каясси çинчен шухăшлама пуçларăм. Атте-анне те кăшт лăпланнă пек. Шупашкара Надя патне кайса килес кăмăлăм пур та, хăяймастăп. «Çула май, тен, кĕрсе тухăп-ха», — лăплантаратăп хама. Пĕрре çапла виççĕн пахчара ларатпăр. Çуçтанталăк васкамасăр каçхи кĕпине тăхăнать. Асăмрах... хĕвеланăçĕн хĕрлĕ тути, каçăн тӳпери куçĕсем, шăпчăк хускатнă юрă... Çапла ыйхăпа тăтăрха хушшинче кашниех тĕнчен куçа курăнман пулăмĕсемпе çыхăнса-хутшăнса каять. Чун, хире-хирĕçле тенĕ пек, хăйĕн чи хаклă та пытанчăк туйăмĕсене туртса кăларать.
Ун пек-кун пек калаçкаласа ларнă чух атте манран диссертаци çырас ĕç епле пыни çинчен тинех тĕплĕнрех ыйтса пĕлме шутларĕ пулас.
«Итле-ха, ывăлăм. Мĕн çинчен çав сан диссертаци? Çынсене усă пулать-и унран?» — чееленерех пуçларĕ вăл сăмахне. Хальхи пек астăватăп: «Питех те пысăк усă кӳме пулать, атте», — терĕм. Çавăнтах вĕсене хальхи вăхăтри çитĕнӳсемпе паллаштарас терĕм.
— Мана та паллаштармăр-ши? — пӳлетĕп эпĕ кӳрше.
— Мĕнех вара... Итлĕр. Тахçанах, çын хăйне хăй ăнланса çитсенех, тĕрлĕ йышши транспорт шутласа кăларма тытăннă. Çĕр çинче утса-чупса çӳрени çителĕксĕр пек туйăннă-ши? Çук, паллах. Нумайланса пыракан йывăр туприне аяккарах та хăвăрт куçарма çăмăл урапа кирлĕ пулнă. Камăн ăсĕ çаплах çӳле çĕкленнĕ-ши? Пĕлместпĕр. Эпĕ ăна çеçенхирте куçса çӳрекенсемех ăсталанă пулĕ тетĕп. Пурпĕрех, хуть те кам пулсан та, унăн урапи хальхи техника никĕсĕнче. Каярахпа пирĕн несĕлсем юхан-шывсем урлă каçма тĕрлĕ кимĕсем тума тытăнаççĕ. Асăрхăр! Çын малтан типçĕр тăрăх, кайран шыв тăрăх куçма ĕмĕтленнĕ. Хăюлланнăçемĕн тата суту-илӳ ĕçĕ ыйтнипе тинĕс урлă каçма чăн малтан çыран хĕрринче пурăнакан халăхсем парăслă кимĕсем тума тытăнаççĕ. Хумсем çийĕн, çиле хирĕç, çил пулăшнипе ишме. Епле чăрсăрлăх, э? Вăхăт иртнĕçемĕн общество аталанăвĕ транспортран пысăкран та пысăк хăвăртлăх ыйтма пуçлать. Çав ыйтăва тивĕçтерсе, ĕлĕкхи урапа çине çĕнĕ, нумай лаша вăйлĕ двигатель вырнаçтарса лартнă та ăна тӳрĕ те такăр шоссепе е чугун çулпа чуптарма тытăннă. Тинĕс карапĕсем те хăйсен çулне кăшт такăрлатнă. Нумайăшĕ халĕ сывлăш «çытарĕ» çинче ярăнаççĕ. Çав вăхăтрах сывлăша самолетсемпе дирижабльсем вĕçсе хăпарчĕç. Транспорт куçкĕретех типçĕрпе шывран ятарласа хатĕрленĕ çул çине е сывлăш тытăмĕ çине куçса пырать. Космос карапĕсем, сывлăш хутлăхĕнчен хăтăлса, вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăха вĕçсе тухрĕç. Сисетĕр-и? Çын, пĕтĕм вăйне хурса, виççĕмĕш координата, вертикале, çĕнме ĕметленет. Малашлăхри транспорт мĕн хутлăхĕпе усă курса куçма тытăнĕ-ши? Гравитаци хумĕсемпе? Паллă мар. Эпĕ вара çĕр чăмăрĕ йĕри-тавра сарăлса выртакан уя аса илтем. Çапла, магнитлă уя. Мĕншĕн унăн вăйĕпе усă курма юрамасть? Пĕлетĕр пулĕ-ха, магнитлă-линейлă двигательпе усă курса, пĕчĕк поезда çĕр çийĕн шуçтарса пăхни çинчен. Анчах халлĕхе ку проект эксперимент этапĕнчен тухман. Каланă конструкцисенче ятарласа хатĕрленĕ магнитлă уйăн пысăк вăйĕпе усă кураççĕ. Ман ĕмĕтĕм вара урăхларах. Çĕр чăмăрĕ тавра сарăлнă уйăн пĕчĕкрен те пĕчĕк вăйне ĕçлеттересси... Эсир ыйтма хатĕр: «Епле-ха апла, пĕчĕк вăй йывăр япалана çĕклеме пултарĕ-и?» — тесе. Чăнах та, ку ĕçре маншăн питĕ пысăк хирĕçӳсем сиксе тухрĕç. Ну, ун çинчен каярах.
Çапла, хальхи лекех е кăшт урăхларах каласа патăм хамăн ĕçсем çинчен. Ман атте, тĕрĕллĕ кĕпе тăхăнса янăскер, пĕр сăмах чĕнмесĕр итлесе ларчĕ. Çак тĕнчере тĕлĕнмелли нумай текелерĕ. Манра та ак, кур, юмах, вĕçев. Хăй чăвашлă кĕпине кăтартать. Мĕншĕн тетĕр-и?
Ача чухнех илтсе эп ун çинчен. Анне каласа панăччĕ. Аттене вăрçа ăсатнă чух асамлă кĕпе тăхăнтартса янă тет. Асанне тĕрленине. Асатте ăна пĕрремĕш тенче вăрçин уйĕнче вилĕме хирĕç çапăçнă чухнех тăхăнса çӳренĕ пулать. Тĕрленĕ кĕпене нимĕнле пуля та, штык та тивмен-мĕн. Юратнă тăвансем салтак чĕрĕ юлассине шанни ăна хурçă пек çирĕп тунă.
— Аслаçун кĕпипе вĕçев хушшинче мĕнле çыхăну пултăр вара?
— Эпĕ те сирĕн пекех малтан нимĕн те ăнланаймарăм çав. Каярах вара? Ну, ун çинчен калаçма тăхтар. Малтанрах? Малтанрах левитаци çинчен мĕнле информаци пур, пурне те пуçтарма тытăнтăм. Акă, итлесе пăхăр-ха. Кун евĕр пулăмсем çинчен мĕн паллă? Пĕрремĕшĕ, вăл «йогсем вĕçме пултараççĕ» тени. Паллах, пурте: «Вĕсем улталаççĕ», — теççĕ. Анчах темле пулсан та ку питĕ интереслĕ. Иккĕмĕшĕ — Магомет тупăкĕ çинчен хывнă халап. Çав тупăк ниçта перĕнмесĕр сывлăшра çакăнса тăрать имĕш. Виççĕмĕшĕ — магнитлă подвескăсем. Вĕсен шутĕнче магнитлă уйпа шăвакан поездсем, подшипниксем тата ытти те. Акă, куратăр ĕнтĕ, ку темăпа информаци пит чухăн. Хам шутланă тăрăх, çынсем тахçан авал вĕçме пĕлнех. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕчĕккĕ чухне, тĕлĕкре, кашни ача тени çӳлте вĕçсе çӳрет.
— Мĕнрен килнĕ вăл вĕçме пултарни? Эсир те ăна пултаратăр пулас, — тетĕп хайхи эпĕ, тинех ун çине хăюллăн пăхса, Хăрамалли пурах ĕнтĕ. Ман çумра, тен, леш, фантастсем çырса кăтартнă, тем тума та пултаракан мутант текенни выртать. Пăхма çын евĕрех те...
— Пĕтĕм ĕç материалсен сверхпроводимость текен палăрăмĕнче. Чăвашла ăна çав тери витĕрлĕх теме те пулать. Физика теорийĕпе материал витĕр тухма нимĕнле чăрмав та юлмасан, унăн çав тери витĕрлĕх токĕ вĕçĕ-хĕррисĕр ӳсме пултарать. Ана çав тери ток тейĕпĕр. Çав тери ток куçĕмĕнчен сарăлса тăракан магнитлă уй тепĕр обьектăн магнитлă уйĕпе хирĕçле тапса тăрсан, вĕсен вăйĕ темле йывăр япалана та çĕклеме пултармалла. Анчах кунта та хирĕçӳсем. Пӳлĕмри температура çителĕксĕр. Пĕчĕкреххи кирлĕ. Ку хирĕçӳсенчен епле сиксе тухмалла, никам та пĕлмест.
Çапла пĕринче килте сĕтел хушшинче опытсем туса лараттăм. Мĕншĕн килте? Атте-аннене итлеме лекрĕ. Мускавран яла куçса килтĕм, Аспирантурăра вара... халĕ те заочно вĕренетĕн. Çапла, сĕтел хушшинчеччĕ, Аллăмра аттеи-асаттен кĕпи. Леш, асанне тĕрлени. Ытла та кăсăклантарса ячĕ вăл мана. Тем, çĕтĕлсе пĕте пуçланă кĕпе пульăран та, штыкран та хӳтĕлеме пултарать-ши? Тĕрри илемлĕ вара... Тĕшмĕртерех пăхсан, унта тĕнчене тытса тăракан йывăçа, лаша кӳлепипе пăлансене, Вавилон башнине уйăрса илме пулать. Тем тĕрлĕ фигурăсем ăсра сăнарланă темĕнле юмаха, çук, тахçан пулнă чăн-чăн пурнăçа куç умне кăларса тăратаççĕ, Мĕн кăна çук унта?! Акă, тусем çумĕнче «сухаланă çĕр», йĕри-тавра «вĕт ура» йĕрĕсемпе «чĕп куçĕсем». Авкаланчăк йĕр... Çул мар, тем? Чăвашăн ĕлĕкхи ăслăлăхне ӳкерсе кăтартнă пулать çак тĕрĕсенче. Вуласа пăхасчĕ.
Тĕрĕленĕ кĕпене курса тăраннă хыççăн магнитлă подвескана еçлеттерме пуçларăм. Чылай пысак листа, тимĕртен тунăскер, электромагнитсем çийĕн ярăнса тăрать. Аппаратри токăн тăтăшлăхне ӳстертĕм çеç хайхи... Мĕн куратăп? Юнашартарах хунă кĕпе сĕтел çинчен çĕкленсе илчĕ те подвескăна хупласа хучĕ. Эпĕ ку тем туса хурĕ тесе туртса илме тăрăшатăп. Ăçта унта? Тем пысăкăш вăй кĕпене электромагнитпа пĕрле çыхсах хунă. Эккей тетĕп, тарăхса, хам вара нимĕн те ăнланса илме пултараймастăп. Ара, чип-чипер выртакан кĕпе епле сывлăша çĕкленме пултартăр? Ăна тимĕртен туман-çке?
— Асамлăхĕ кĕпе магнитлă пулнинчен килнĕ вĕт!
— Эсир те ăна ăнланса илтĕр апла.
Кĕпене тĕрлеме хатĕрленĕ çйпе темле сăрăпа, çав тери китĕрлĕх материалĕпе, сăрланă пулнă. Тĕррĕн çевви электромагнитсен контурĕсене аса илтерет. Кашни контурта, кашни чикĕмре пысăк ток çаврăнмалла. Токпа çыхăннă магнитлă уйăн вăйĕ хирĕç тăчĕ те ĕнтĕ мана. Çавах, пуля кĕпе çумне çапăнсан, каялла сиктерсе яма пултарнă. Пĕлетĕр ĕнтĕ, енчен те катушкăн магнитлă уйне пĕр-пĕр тимĕре çапса кĕртсен, вăл ăна, йĕтрене тупăран персе янă пек, тĕртсе кăларса ярать. Акă мĕн пулăшнă асаттепе аттене.
— Эсир вара урăх кĕпе туса хатĕрлерĕр-и?
— Тĕрĕсех. Акă курăр, — кӳршĕ халат айĕнчен аялти кĕпине уçса кăтартать. Чăнах та, ун лек кĕпене магазинта сутнине эпĕ нихăçан та курман. Хĕп-хĕрлĕ кĕпе. Юмахри кĕпе.
— Малалла мĕнле вара?
— Малалла? Малтан çăмăл япаласене сывлăша çĕклекен энерги аппаратне шухăшласа кăлартăм. Кайран йывăртараххине те ал çитрĕ. Халĕ, çав аппаратри токăн вăйĕпе усă курса, çĕр чăмăрĕн магнитлă уйĕпе темĕнле япалана та çĕклесе çӳреме пулать.
— Эх, — тетĕп, — манăн та çавăн пек кĕпе тăхăнса вĕçсе курасчĕ.
— Ан васкăр, вĕçĕпĕр-ха! Эпир пурте вĕçме çуралнă. Çитет çĕр çинче упаленсе çеç çӳрени.
— Ха-ха-ха, — кулса ятăм эпĕ. — Кайăк евĕр вĕçекен йывăç çинчен епле ӳкме пултарнă-ши?
— Пурнăçра тем те пулать. Надьăпа вăрçнă хыççăн чылайччен курнăçмасăр пурăнтăмăр. Пит тунсăхласа çитрĕм. Пĕринче чечек çыххи туянтăм та, балкон çинчен пăрахса хăварас тесе, вăл пурăнакан хута çĕклентĕм. Аялалла вĕçсе аннă чух кĕпе пиçиххи салтăнса кайрĕ, шăпах энерги парса тăракан аппарат тĕлĕнчен. Эх, ӳкрĕм те вара. Çӳле çĕкленесси çĕре ӳкмесĕр пулмасть-мĕн, — манпа пĕрле кулса ячĕ Шупашкар Икарĕ. Хăй епле çăтăл-çатăл çапăна-çапăна ӳкнине аса илчĕ-ши? Унта вара кулмалли нимех те çук пек. Ак, каллех кулать. Ăнланма майсăр çын. Çăварне хăлхи таранах карса пăрахнă. Куçĕпе ман çине мар, алăк еннелле тĕлленĕ. Çавăрăнса пăхатăп та — алăк патĕнче шурă халат тăхăннă чипер хĕр тăра парать. Ку хĕр Надя пулнине хуть те кам та паллаштармасăрах ăнкарса илĕ тетĕп.
Хĕр кравать патне чупса пычĕ те хăвăрт калаçма тытăнчĕ. Эпĕ, паллах, вĕсене кансĕрлеме нихăçан та килĕшес çукчĕ, Çавăнпа та Шупашкар левиавторĕпе хĕрĕ çине тепĕр хут пăхса илтĕм те пӳлĕмрĕн хăвăрт тухрăм.