Шанаттăм эп, сана манмашкăн
Вăй-хал çитерĕп-ха тесе.
Ахаль кăна манпа паллашрăн,
Çӳрерĕн вăхăт ирттерсе.
Ытла та çăмăл пулчĕ саншăн
Çак кунсене манса кайма.
Чĕре çапах упрать-çке шанчăк
Тепре кăна сана курма.
Манасшăн пултăм — манаймарăм,
Умра ялан сан куçусем.
Эп кашни кун Турра каларăм:
— Çак çĕр çинче телей кӳрсем!
Чĕрӳ мĕн-ма-ши хĕмленмерĕ?
Мĕн-ма эпир халь пĕрле мар?
Сана манма вăй-хал çитмерĕ…
— Эй, Турă! Чăтăм, чăтăм пар!