Пĕр каçхине эпĕ тула тухрăм. Каçĕ лăпкă, хушăран çеç тӳлек çил вĕркелесе питрен ачашласа илет, çӳçе лăпкать. Пĕлĕт çинче çăлтăрсем нумай. Манăн вĕсене тытса пăхас килчĕ. Нумай шутласа тăмарăм, пĕлĕт çине пусмапа хăпартăм та вунă çăлтăр татса илтĕм. Эпĕ аппаланнă хушăра пусма тайăлса кайрĕ те çĕр çине ӳкрĕ. Çĕр çине епле анас? Çăлтăрсене пĕрле чăмăртаса тытрăм та Çĕр çинелле вĕçсе антăм, çăлтăрсем Çĕр çине хăш-пĕр чухне вĕçсе аннине курнăччĕ, çавна аса илни мана пулăшрĕ те! Киле çитсен çăлтăрсене тумбочкăна пуçтарса хутăм. Çав каçхине пĕр тĕлĕк курмасăр çывăрнă. Тепĕр кун тăнă-тăман çăлтăрсенчен мăй çыххи тума шутларăм. Питĕ чипер кĕпе çĕлерĕм, мăя йăлтăркка шăрçа çакрăм. Тепĕр кунхине анне валли те хитре кĕпе çĕлеме шутларăм.
Анчах та тепĕр каç çăлтăрсем пĕлĕт çине тухмарĕç. Пусма тăрăх темĕн чухлĕ чупрăм, чупса та ывăнтăм, çăлтăрсем тӳпере курăнмарĕç. Çав тери пăшăрхантăм. Тепĕр ир çумăр çума пуçларĕ, кунĕпе çумăр çуса тарăхтарчĕ. Каç пуласпа аранах çумăр лăпланчĕ, çанталăк юсанчĕ.Эпĕ йăлтăркка кĕпепе урама тухрăм. Пăхрăм та тӳпере çăлтăрсем каллех нумай. Туссене курнăнах туйăнчĕ, савăнсах кайрăм. Хам çине пăхрăм та ман йăлтăркка кĕперен ним те юлман!
Макăрма пуçларăм. Тăрăшса ĕçлени сая кайрĕ-çке! Çак самантра ман йĕри-тавра çăлтăрсем ташлама пуçларĕç: «Ма йĕретĕн?» — теççĕ.
— Хитре кĕпе вĕçсе тарчĕ...
— Ан йĕр! — çапла каласа вĕсем ман çинелле вĕрчĕç те, ман кĕпе çуталса кайрĕ.
Савăнсах кайрăм, çапах та кулянма пăрахмастăп: эпĕ анне валли те хитре кĕпе çĕлесе парасшăнччĕ-çке.
Çăлтăрсем манăн ĕмĕтĕме сисрĕç пулмалла, мана пĕр хутаç чулсем парнелерĕç.
Вĕсенчен эпĕ çав каçхинех анне валли кĕпе çĕлерĕм, анне питĕ савăнчĕ: «Маттурскерĕм эсĕ манăн!» — тесе ăшшăн чуп турĕ.
Çăлтăрсем пĕлĕт çинчех юлччăр, пĕтĕм тĕнчери çынна,мĕнпур тĕнчене савăнтарччăр.