Формипе нацилле, содержанийĕпе социализмла культурăн анлă анине пуянлатма, хитрелетме пĕтĕм вăйпа тăрăшса, Аркадий Эсхель аллă çул ытла ĕçлерĕ. Ун ăс-хакăлĕн тĕренĕ пултарулăх çĕрне пур чухне те тарăн та шăйрăксăр сухалама ăнтăлчĕ. Вăл ырă тĕллевпе ӳстернĕ шухăш çимĕçĕпе эпир сахал мар савăннă, савăнатпăр та.
Манăн тантăшсемшĕн, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансассăнах ялта та, хулара та мăннисен вырăнне тăрса тылри мĕнпур ĕç-пуçăн лавне ытла та ир кӳлĕннĕ ăрушăн, А. Эсхель творчестви уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн сăвви-юррине эпир пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех вулама, пăхмасăр калама хăнăхнă. Каярахпа, аравасăр тертлĕ вăхăтра, авăннă пилĕк тӳрленеймесле хытса ларичченех тырă вырнă е ӳкеслех ывăнса суха тунă уйра та, килтен аякра, Анăçра, пуç çийĕн тăхлан шăхăрса-йăнласа сирпĕннĕ окоп-траншейăра та — ăна час-часах аса илнĕ, ун илемĕпе киленнĕ, хĕрӳлĕхĕпе хавхаланнă. Эппин, А. Эсхель произведенийĕсем, пултаруллă ытти писательсен пекех, пире хастаррăн ĕçлеме те, Тăван çĕршыв малашлăхĕшĕн паттăррăн çапăçма та сахал мар пулăшнă.
Çав çулсем, пирĕн ачалăхăн юлашки тапхăрене çамрăклăх та, фашизм чĕртнĕ вăрçă вутĕнче çунса, тахçанах асаилӳ семĕнче кăна кăварланса юлчĕç. Çапах та А. Эсхелĕн хальхи произведенийĕсем анчах мар, малтанхи сăввисенчи сăнарсем, ӳкерчĕксем те куç умĕнчех тăраççĕ, чылай йĕрки-строфин кĕввисем яр-уççăн илтĕнеççĕ.
Астăватăп, пĕррехинче (эпĕ ун чух ялти шкулта тăваттăмĕш класра вĕренеттĕм) манăн алла пĕчĕкçеç кĕнеке лекрĕ. Хытă хуплашкаллă. Питĕнчи сылтăм кĕтесре, çӳлте, хĕвел çунать, пайăркисем яла, пĕр пысăкрах çурт тăррине çакнă хĕрлĕ ялава, уй-хирти тырă пуссине çутатаççĕ. Сисетĕп: мана та ăшă-ăшă, лайăх пулса кайрĕ. Кĕнекин ячĕ те çав тери килĕшӳллĕ: «Ырă кун». Уçкаласа пăхатăп, тĕллĕн-тĕллĕн вулатăп:
Вăл тăрать — çамрăк çын. Ун ури айĕнче
Аслă çĕр. Ун çинче — çурхи каç, мĕльюн çăлтăр.
Аллинче — чĕр тăпра. Тĕнчерен тĕлĕнсе
Çамрăк çын — председатель тăрать. Ан тив, тăтăр!
Ун çинче — çурхи каç, мĕльюн çăлтăр.
Эпĕ хамăр колхоз председательне, унпа пĕрлех аттене, бригадира, куратăп. Вĕсем çурхи уйран таврăнаççĕ пек. Утаççĕ-утаççĕ те кăштах чарăнса тăраççĕ, пиçсе çитнĕ тăпрана пĕшкĕнсе илсе ал лаппи çинче тĕпрете-тепрете пăхаççĕ. Çĕр епле сывланине тăнлаççĕ, инçетри трактор сассине итлеççĕ. Ĕçсем лайăх пынишĕн савăнаççĕ.
Анатри улма пахчи сăрийĕ
Кăпăкланнă ăшшăн вĕресе...
йĕркесем куç тĕлне пулаççĕ те, асра каллех тăван ен ӳкерчĕкĕ тухса тăрать: урам талккишĕпех — сип-симĕс çерем, йăмрасем айĕнчи пĕрене-каска çинче, унта та кунта, шап-шурă тумлă хĕрсем пир çапаççĕ; туп-туп-туп, туп-туп-туп, туп-туп! — каять сасă таçта-таçтах, кулă хыççăн кулă янăрать; садсем тутлă-тутлă шăршă сарнă.
Пĕрре уçса хупнă страницăсене тепĕр хут уçатăп, татах вулатăп:
Уяв хĕвелĕ йăлтăр-йăлтăр
Тулли шыв тăрăх çиçĕнет.
Пионерсем ав хĕрлĕ çăлтăр
Çĕклерĕç уй хапхи çине.
Ку пионерсем те эпирех пек. Майан пĕрремĕшĕ умĕн хамăр касăри уй хапхи çине пысăк-пысăк хĕрлĕ çăлтăр çакатпăр. Тулли шыв та пирĕн, ял варрипе юхса выртакан çырма шывĕ, шăп та лăп ĕнтĕ ăна хĕвел çутатать, урăххине мар. Кĕçех унта, çăра хăваллă-çĕмĕртлĕ, пилешлĕ-йăмраллă тăрăхра, ир те каç шăпчăксем юрлама тытăнчĕç.
Çапла, пирĕн ял çинчен, унăн çыннисем çинчен, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă пек туйăнчĕ мана çав кĕнекере. Унпа васкавлăн паллашнă хушăра çавнашкал туйăм çуралчĕ. Ăна тĕплĕн вуласа тухсассăн та кăмăлăм улшăнмарĕ. Вăл, Аркадай Эсхель сăввисен пĕрремĕш сборникĕ, манăн çав тапхăрти, вăрçăчченхи, . юратнă кĕнекесечен пĕри пулса тăчĕ.
Паллах, поэт хăйĕн сăввисенче нимрен ытла хăй мĕн чăтни-тӳснине, хăйĕн шухăш-кăмăлне, хăйне мĕн хавхалантарнине кăтартма тăрăшнă. Çав вăхăтрах вĕсем урлă вăл пĕтĕм чăваш ĕçхалăхĕн ĕмĕчĕ-тĕллевне, кулленхи ĕçне, кĕрешӳри хастарлăхĕпе паттăрлăхне, хаваслăхĕпе тулнă çĕнĕ пурнăçне сăнарласа панă. Ак ĕнтĕ мĕншĕн унăн произведенийĕсем кашни вулаканах çывăх пулнă, пысăкки те, пĕчĕкки те вĕсенче чи малтан харпăр хăй лайăх пĕлекен ĕçсемпе çынсене, тăван кĕтесне курнă. Хăйĕн пултарулăхĕнчи тапхăра аса илсе, Аркадий Эсхель нумаях пулмасть акă çапла каларĕ: «Халĕ эпир совет писателĕн пурнăçри активлă позицийĕ пирки нумай калаçатпăр. Ан тив, эпир ӳснĕ чух ку ăнланăва çак сăмахпа палăртман пултăр, анчах вăл, пурнăçри чăн-чăн активлă позици, ун чухне те пулнă. Эпир, вăтăрмĕш çулсенчи комсомолецсем, Тăван çĕршывăн пурнăçне, халăх ĕçне яланах хастаррăн хутшăннă. Çĕршыв валли тырă хатĕрленĕ, ялта колхозсем йĕркеленĕ, кулаксене хирĕç кĕрешнĕ. Пĕр иккĕленмесĕр калатăп: пирĕн вăтăрмĕш çулсенчи кĕнекесенче самана сывлăшĕ уççăн варкăшса тăрать».
Ку чăнах та çапла иккенне, поэтăн кĕнекисенче «самана сывлăшĕ уççăн варкăшса» тăнине, унăн малтанхи сборникĕнчи çак сăвăсен ячĕсемех пире лайăх ĕнентереççĕ: «Хĕрлĕ çăлтăр», «Ыран савăнăçлă Май», «Хирти канăç», «Председатель çĕрле», «Тулă тинĕсĕ», «Автомашина ыраш пуссинче», «Хĕрсем кĕлте çыхаççĕ», «Авиаçыру», «Ĕмĕтленнĕ ир», «Призывник юрри», «Клубри сăвă», «Хĕрлĕ ялав», «Мускава» т. ыт. те.
«Ырă кун» кĕнеке 1936 çул пуçламăшĕнче тухнă. Эппин, унта кĕнĕ сăвăсене А. Эсхель 1930–1935 çулсенче çырнă. (Поэтăн малтанхи сăвви 1930 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ.) Ку вăл пĕрремĕш пилĕкçуллăх вĕçĕпе иккĕмĕш пилĕкçуллăх пуçламăшĕ — çĕршыва индустриализацилессишĕн, яла пĕтĕмпех социализм çулĕ çине кăларассишĕн кĕрешнĕ вăхăт. Çав тапхăр ӳкерчĕкĕсене эпир А. Эсхелĕн произведенийĕсенче, кашнинче пекех, тĕл пулатпăр.
«Эп ыткăннă ачалăх çулĕпе, манра вылянă шурăмпуçăн сĕчĕ; анчах кунта, çак çăмăл тĕлĕке чĕтрентерсе, çĕн трактор килсе кĕчĕ... Сатуррăн ут, бригадăмăр! Çак ир анлă талккишлĕ уй-хире тухатпăр. Тухать хире хăватлă çураки, тухать хире индустри чапĕ — трактор», — тесе çырать «Ирхине» сăвăра вăл — çĕнĕ колхозăн çамрăк бригадирĕ, «индустри чапĕ — трактор» ял халăхне, пĕрлешӳллĕ хуçалăха çырăннă ĕç-хресченĕсене пулăшма килнишĕн хĕпĕртесе. Ĕнер кăна сухапуçĕ тытнă арçынсем анчах мар, хĕрсем те тракторпа ĕçлеме ăнтăлаççĕ. Ку вăл Тăван çĕршывшăн питĕ кирлине аван ăнланнă поэт трактор çине ларнă хĕрсене чунтан мухтать: «Юрă кайрĕ çилпе, трактор çитрĕ хастаррăн, вăл пуçларĕ çĕре вĕретме тĕпĕнчен. Çĕр вĕрет, хумханать, ун хаваслăхĕ тарăн, трактористка кулать çех, хĕвел — питĕнче». Пĕрлешӳллĕ ĕç пĕрлешӳллĕ ĕмĕт-шухăшпа пĕрлешӳллĕ хаваслăх çуратать. «Катара хĕрсем юрлаççĕ. — Çӳлте сĕрен кĕперри. Юрласа кĕлте çыхаççĕ: — Кил, кил, чиперри... Савса юрă сапалар, лайăх пухар тырпула. Çак колхозлă ялпала пурте савăнăçлă пулар...»
Аван çав ĕç ирĕ,
Аван çут тĕнче.
Чăн ирĕклĕ пурнăç —
Хĕвел çутинче, —
тет поэт «Сĕтлĕ ир» сăввинче, Совет влаçĕ панă ырлăхпа ĕçхалăхĕн пурнăçĕ кунран-кун лайăхлансах пынин ӳкерчĕкĕсене асăрхаса, чун-чĕререн хăпартланса.
Пурнăç тулăхлаянипе пĕрлех халăх культури те Çав çулоенче хăвăрт аталанать. Республикăра çĕне шкулсем, училищĕсем, институтсем уçăлаççĕ. Театр-сен пгучĕ кăна мар, артистсен ăсталăхĕ те палăрмаллах ӳсет. Кĕнеке-хаçат ытларах та ытларах тухать. Литературăна пуянлатма, унăн пахалăхне çӳллĕрех те çӳллĕрех шая çĕклеме ватăрах ăстасен йышне çамрăк драматургсем, прозаиксем, поэтсем чылаййăн хутшăнаççĕ.
«Тăван çĕршывăмăр — хĕвел хули, хĕвел ак кĕчĕ колхозри клуба та. Кунта кĕçĕр — ăш савăнăç тулли, халăх умне эп сăвăпа тухатăп. Шăмшакăм тăрăх çиçĕм вирхĕнет, кăкăрăмра çап-çутă сас вăранчĕ: — Çĕкле, ударник, пурнăç куркине мĕльюн чечеклĕ, савнăçлă ыраншăн», — вулать А. Эсхель хăйĕн сăввине Ильич ламписемпе çуталнă колхоз клубĕнче. Ку вăхăтра вăл, хаçатра ĕçлекенскер, республикăри ялсене час-часах тухса çӳрет. Нумай сăнать, нумай асăрхать. Кашни лайăххишĕн, ырă çĕннишĕн пĕтĕм чун хавалĕпе савăнать. Çĕнĕ произведенисем валли нумай материал пухать. Мĕн пичетленнисемпе ĕççыннисене паллаштарма та ӳркенсе тăмасть. Çырма ĕлкĕрейменнине çырма, хут çине ӳкерсе хăварма хыпаланать.
Акă: «Васкать хĕрлĕ çăлтăрлă юрă çиле хирĕçле малалла; васкать вăрмансем, хирсем урлă, тĕнче талккишне пăралать. Хашкать пăравус питĕ ассăн, хашкать, тулхăртать çулăмне. Тулли улăхсем ывтăнаççĕ çак ирĕклĕ хурçă умне». Кусем — чапа тухна пирĕн ĕççыннисем — колхозниксемпе рабочисем, хăйсен хастарлăхĕпе, паттăрлăхĕпе орден е медаль илме тивĕçлĕ пулнисем, Совет правительстви чĕннипе Мускава каяççĕ. Шупашкарти театрсен артисчĕсем, колхозсен, Культура çурчĕсен пултарулăх коллективĕсем, районти, республикăри смотр-ăмăртура çĕнтернисем хăйсен ăсталăхне кăтартма Тăван çĕршывăн тĕп хулине —Мускава çул тытаççĕ. Çапла пулнă вăл вăхăтра. Куратăп: пурте иксĕлми телейпе тулнă. Мĕн чухлĕ савнăç! Поэт та хĕпĕртемесĕр чăтаймасть, çав тери хăпартланса, кăшкăрсах пек калать:
Васка, хĕрлĕ çăлтăрлă пуйăс!
Кастар сывлăша та, васка;
Васка, пирĕн ĕмĕт пек чуп эс,
Умра хĕвел станци — Мускав!
Ĕçхалăхĕн сĕм авалах амаланнă, анчах нихçан çитеймен ĕмĕчĕ вăтăрмĕш çулсен варринче тулса пынине пурте сисеççĕ: ялти пӳртсене те, хулари хваттерсене те ырлăх-сиплĕх кĕни палăрнăçемĕн палăрнă. Социализм ирĕ çапла хăйĕн лайăх, ăшă кăмăлне кăтартма часах вăй тупнă. «Анчах ку иршĕн ĕнер юн тăкнă сахал мар». Çакна çамрăксем те, ватăсем те аван пĕлеççĕ: патша тронне Октябрь вучĕ çунтарса яни те нумаях пулмасть-ха — çирĕм çул та иртмен. Акă, колхоз уйĕнче тырă выракан мучи шухăша путса çĕрелле шăппăн пăхса тăрать-тăрăть те хăйпе юнашар яша: «Ку вырăнта халĕ кĕлте, — тет. — Ун чух кунта этем кăварĕ тĕлкĕшсе витĕнчĕ кĕлпе. Çав çулăмăн хĕрӳ хăвачĕ ялан... асра... Шур бандитсем çунтарса ячĕç чи малтанхи комиссара». «Кулаксем юлташăма пĕтерчĕç. Вăл ялкорччĕ... Ах, пĕрлеччĕ, эп унпа пĕрлеччĕ, халь чĕрем — хурланнă хурлăхан», — хушса хурать мучи калавĕ çумне «Кĕпер» сăвăри герой та.
Шалти, хамăр çĕршыври, ĕçхалăх тăшманĕсене Октябрьти революци тĕп турĕ пулин те, тулашри тăшмансем нумай-ха. Çĕнĕ Раççее вĕсем тӳсме пултараймаççĕ. Ăна, май килсен, капитализм эшкерĕсем кирек хăш самантра та тапăнма, пĕтерме ĕмĕтленеççĕ. Çакăн пек лару-тăрура, паллах, пирĕн хамăрăн оборонăна çине тăрса, ним шеллемесĕр тĕреклетме тивнĕ. Çамрăксем çара кайичченех тĕрлĕ кружоксенче çар ĕçне вĕреннĕ, аэроклубсенче парашютпа сикме, самолетпа вĕçме хăнăхнă. Хĕрачасем те яшсенчен юлман. Çак темăна та А. Эсхель нумай сăвăра çутатнă. «Сывлăшри юрату» сăвăра комсомолка-парашютистка хăюлăхне кăтартнă. «Хĕлле» произведенийĕнче поэт Утлă Çара пама колхозниксем лайăх урхамахсем пăхса ӳстерни çинчен калать. Акă ватă колхозник «кӳлсе тухрĕ каскăн ăйăра. Çăмăлçах çуна та çутă ăйăр, хура пĕкĕ, кĕмĕл шăнкăрав. Пăтранать хыçран шап-шурă хăйăр, сунаслать çанталăк — янкăрах! Кунĕ селĕм, ăйăрĕ те лайăх, Председатель савăнса кулать: — Ну, ӳсет те ку кăварлă кайăк, Ворошилов Клим валли пулать». Чаплă тырпул çитĕнтерсе кăна мар, Хĕрлĕ Çара мĕн кирлине йăлтах парса, Тăван çĕршыв хăватне тата та татах çирĕплетме пулăшать çĕнĕ ял халăхĕ — колхоз çĕрĕн ĕçчен хуçи. Чăн-чăн ирĕке тухнă, влаçа яланлăхах алла илнĕ ĕççыннисем хăйсен вăйне шанаççĕ, пурне те телей кӳрекен Хĕрлĕ ялава нихçан та ӳкермессе, нихăш юта та таптаттармасса хытă ĕненеççĕ. «Пĕрле ӳснĕ тантăшсем, ай, юрлар-и пĕрлешсех. Ай, юрлар-и вирлĕнрех, пысăк шанчăк пирĕнте», — такмаклаççĕ салтака кайма ят тухнă яшсем те.
Çак тĕслĕхсем те малтанрах каланă сăмаха çирĕплетме çителĕклех пулĕ тетĕп: Аркадий Эсхелĕн пĕрремĕш кĕнекинчех çав вăхăтăн, вăтăрмĕш çулсен малтанхи çуррин, тĕп паллисем витĕмлĕн, сăнарлăн ӳкерĕннĕ. Поэт хăйĕн творчестви пуçламăшĕнчех пĕртен-пĕр аслă çул çине, халăх пурнăçне тĕрĕс çутатса парас, унпа тан утас çул çине тăни яр-уççăн курăнать. Биографийĕ те унăн тăван халăх биографийĕпе пĕр пулнă. Вăл ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чухне колхозсем йĕркеленме тытăнаççĕ, классен кĕрешĕвĕ хĕрсе каять — çамрăк поэт кулаксене хирĕç кĕрешет. Кĕçех ăна председателе суйлаççĕ. Вăл вара, «юнгштурм» çипуçĕ тăхăннăскер, ашшĕн çар сумкине хулпуççи урлă çакать те «уй-хир тăрăх çуран вĕçтерсе» çӳрет, Тăван çĕршыв валли тырă нумайрах туса илме мĕнпур пĕлĕвне, вăйне хурать, колхозниксен пурнăçне май пур таран лайăхлатма, илемлетме пикенет. Чăваш культурине аталантарассишĕн те пĕтĕм чун хавалĕпе тăрăшать.
Унăн, çамрăк председателĕн, сумкинче, хăй каланă тăрăх, колхозăн ĕç планĕсемпе пĕрле яланах сăвă тетрачĕ выртнă; пуçне пĕр-пĕр сăнлăх пырса кĕрсенех, вăл чарăнса тăнă та ăна çав тетраде çырса хунă. Çапла майпа çул тупнă та ĕнтĕ поэтăн сăввисене илемлĕ йĕркесем, сăнарсем. Эпир, çав вăхăтри шкул ачисем, вĕсемпе ун чухнех сахал мар киленнĕ. Хăшне-пĕрне палăртса хăвармасăр халĕ те чăтаймастăп.
Çапах та мĕншĕн паха, мĕнпе илĕртеççĕ-ха вĕсем? Ман шутпа, кĕскен каласан, пуринчен ытла тулли хаваслăхпа, шухăш уçăмлăхĕпе. Аркадай Эсхелĕн сăввисемпе поэмисенче нăйкăшлăх палли те çук. Ун произведенийĕсем янкăр хĕвеллĕ, çутă, çĕкленӳллĕ. Мĕн чул хастарлăх, сăмахран, «Улах ташши» сăвăра:
Яшлăх, çăмăл ташăра
Хӳхĕм яшлăхна шăрат!
Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,
Ытах пӳрчĕ тăвăр-тăк,
Тапăр — асланĕ,
Ташă — ташланĕ!
Яра пачĕ ярапи:
— Ташăран эп тарăп-и?
Йăпăр-йăпăр-йăпăртăк,
Пулăшам-и йывăр-тăк?..
Шăкăр-шăкăр тип пăрçа
Хăма тăрăх кускалать.
Пултаруллăн эпĕр çав
Тулнă çак ăраскала.
Кахал тăтăр аякра,
Пирĕн пур ударниксем.
Эх, урайĕ яп-яка,
Каччă, шуса ан ӳксем...
Çакна илтсессĕн, епле тӳссе ларăн ташламасăр? Сăвă кĕвви-çемми те, ритми-рифмисем те, чăрсăрла хăвачĕ те — пурте чуна самантрах çупăрласа илеççĕ те, купăссăр-мĕнсĕрех такмак хыççăн такмак каласа ташша çапакансен хушшине пĕр тăхтаса тăмасăрах сиксе тухас килет. Сатурлăхпа, туйăм хĕрӳлĕхĕпе кăна мар, сăнарлăхпа та, вăхат паллисемпе те пуян ку сăвă. Кунашкал произведенисем А. Эсхелĕн сахал мар. Акă:
Халь ак шурăмпуçăн
Экранĕ çинче
Ĕçлет трактор уççăн,
Чĕтрет сив инçет, —
теет те вăл, урăх ним шарламасассăн та, сăвва малалла вуламасассăн та, колхоз уйĕнчи кун пуçламăшне яр-уççăнах куратпăр, туятпăр та.
Çак сăмахсене те, сăввăн пĕр йĕркине, çамрăк председатель-поэт уйрах шыраса тупнăн туйăнать, питĕ тĕрĕс, тарăн пĕлтерĕшлĕн, хитре каланă:
Хире çĕкленчĕ колхозсен хĕвелĕ.
(«Председатель»)
Сассине хăпартмасть, кăшкăрмасть поэт, лăпкăн çеç пĕлтерет мĕн пĕлтерес тенине. Пурпĕрех вăл савăннине, çак пурнăçа, çĕнĕлĕхе юратнине, ăна пĕтĕм чун-чĕрипе мухтанине вулакан лайăх сисет, вара хăй те унпа пĕрлех хĕпĕртет, ырă туйăмпа тулать.
Ыраш пуссисем савăнаççĕ
Кĕлте уявне ирттерсе.
(«Мускава»)
Çак çур строфара та тĕлĕнмелли — хитри — нимех те çуккă пек. Ку малтанлăха çеç, васкаса вуласа иртсессĕн, çавăн пек туйăнать. Кăштах тăхта, шухăшла кăна — умна куç тулли ӳкерчĕк, çĕнĕ пурнăçăн çĕнĕ ӳкерчĕкĕ, тухса тарать: пĕр йăрансăр сап-сарă уй; ял халăхĕ, уяври пек шап-шурă тумланнăскер, çума-çумăн карталанса тăнă та хĕрсех тырă вырать, кашнин хыçĕнче тĕмĕ хыççăн тĕмĕ кутран кута ларса пырать — тырă шутсăр ăнса пулнă, пурин пит-куçĕнче те — ăшă кулă, çурласем кăчăртатнă сасă витĕрех унта та кунта савăк калаçу илтĕнет.
Ĕççыннисен телейĕ поэт чунне хăпартлантарать. Акă еплерех çырать вăл, тул çутăличченех ĕç сĕтелĕ хушшине ларнăскер, чăрсăррăн йăл кулса:
Янкăр уçса ятăм кантăка:
— Сывă-и, хăюллă шурăмпуçĕ!
Тупăшар-ха, тусăм, кам та кам
Çаплах сăвă кантăкне те уçĕ?!.
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çитессе хытă шанакан, ăна хăйĕн кулленхи йывăр ĕçĕпе çывхартассишĕн пач ӳркенмесĕр тăрăшакан маттур çеç çапла ним иккĕленмесĕр уççăн евитлеме пултарнă хăйĕн пысăк тĕллевĕ çинчен.
Ăна, çав тĕллеве, пултарулăх çулĕпе утса çитме шухăшласа лартнă чун маякне, А. Эсхель пĕр авăклăха та çухатман, туйсах тăнă. Литературăри кашни утăмĕпе, кашни сăввипе, калавĕпе, кашни кĕнекипе (вĕсен шучĕ 50-ран та иртет ĕнтĕ) ун патнех вăл хăватлăн ăнтăлчĕ, туртăнчĕ. «Ырă кун» сборникĕнчи ырă енĕсене хушса, араслантарсах пычĕ. Ялан халăх хушшинче пулса, халăх шухăш-кăмăлне, ĕçпе кĕрешĕвне сăнаса-тĕпчесе, хăйĕн кашни произведенийĕнчех халăх пурнăçне вăл тĕрĕс сăнарласа пама пикенчĕ. «Пурнăçра пĕр-пĕр чĕрĕ ӳкерчĕк, чĕрĕ сăнлăх курмасăр эпĕ халиччен пĕр сăвă та, пĕр юрă та... çырман», — терĕ вăл хăйĕн пĕр статйинче. Чу чăнах та çапла. Ку ĕçре вăл çамрăксене нумай лайăх тĕслĕх кăтартрĕ.
А. Эсхелĕн поэзийĕнче «Ăмăрткайăк» поэма уйрăмах палăрса тăрать. Ку произведенин содержанине те шухăшласа кăларман, пурнăçран илнĕ. Ун пирки поэт хăйĕн статйинче çапла ăнлантарнăччĕ: «Епле çуралнă-ха çак поэма? Унăн геройĕпе, Федот Никитич Орловпа, эпир чи малтан çыру çӳретсе паллашнă. Кайрантарах, вăл тăван республккăна курма килсен, унпа пĕрле вĕсен ялне кайса çӳренĕ. Тăванĕсемпе, ял çыннисемпе нумай калаçнă. Улатăр районĕнчи Андрей Михайлович Сарсков колхозник герой валли самолет туянсан, Федот Никитич Орлов службăра тăракан вĕçевçĕсен çар чаçĕнче пулнă... эпĕ йăлтах хам куçпа курнă. Паллах, мĕн курни-илтни пĕтĕмпех поэмăна кĕме пултарайман, анчах чĕрĕ пурнăçри сăнлăхсем ман шухăша çунатлантарнă, чĕрене хĕвел ăшшипе ăшăтнă.
«Ăмăрткайăк» чи малтан 1943 çул пуçламăшĕнче «Илемлĕ литература» альманахра пичетленчĕ. Вулакансем ăна тӳрех юратса пăрахрĕç. Астăватăп, эпир, ыран-паян тенĕ пек çара каяс çамрăксем, ку поэма çинчен час-часах калаçаттăмăр, питех те килĕшнĕ строфасене пăхмасăр калама та хăнăхса çитнĕччĕ. Пуринчен ытла тĕп герой сăнарĕ килĕшетчĕ, хамăрăн та ун пекех хастар, хăюллă, пултаруллă пулас килетчĕ. Пĕр ӳстермесĕрех калатăп: каярахпа, нимĕç фашисчĕсене хирĕç алла пăшал тытсассăн, пире Федот Орловăн паттăрлăхĕ сахал мар хавхалантарнă, йывăрлăхсене тӳсĕмлĕн чăтса ирттерме, тăшмана хăвăртрах аркатса тăкассишĕн пуçа хĕрхенмесĕр çапăçма вĕрентнĕ. Эппин, поэт хĕçпăшалĕ салтакăн чунне хăватлă вăй кӳнĕ, вăл тĕл пенĕ.
Тăван литературăн анлă хирĕнче çур ĕмĕр ытла ĕçленĕ, чăваш совет поэзийĕн, прозипе драматургийĕн, критикипе публицистикин, сатирипе юморĕн каçалăкĕнче пурте асăрхамаллах ӳсĕмсем тунă автор çинчен тĕплĕн каласа кăтартма, произведенийĕсене тишкерме печĕк статьяра мар, пысăккинче те май çук. Кунашкал тĕллев манăн пулман та. Унăн поэзийĕн хăшпĕр паллисене эпĕ уйрăм тĕслĕхсемпе çирĕплетсе хăварма çеç шухăш тытнăччĕ. Çапах та çывăх вăхатрах е каштах каярахла А. Эсхелĕн пултарулăхне туллин çутатакан кĕнеке тухасса питĕ шанас килет.