Вăл тăрать — çамрăк çын. Ун ури айĕнче —
Аслă çĕр. Ун çинче — çурхи каç, мĕльюн çăлтăр.
Аллинче — чĕр тăпра. Тĕнчерен тĕлĕнсе,
Çамрăк çын — председатель тăрать.
Ан тив, тăтăр!
Ун çинче — çурхи каç, мĕльюн çăлтăр.
Вăл çӳренĕ паян хир тавра. Мĕн иртен
Пуçласа каçченех тĕрĕсленĕ, тĕпченĕ.
Халь тăрать вăл канса, вăл чунтан хĕпĕртет.
Халь вăл лайăх туять: çĕр хăвачĕ çĕкленнĕ!
Кăнтăрла тĕрĕсленĕ, тĕпченĕ.
Инçетре тракторсем, Вĕсене парăнать
Аслă çĕр, тулăх çĕр те мĕнпур çутçанталăк.
Уй-хирте çĕнтерӳçĕ юрри янăрать...
Чылайччен ман герой тăчĕ чунĕ канмалăх,
Пăшăлтатрĕ: «Мухтав, çутçанталăк!..»
Вара утрĕ киле. Халь ăна килĕнче
Куç хупмасăр кĕтет çамрăк арăмĕ-тусĕ.
Çăлтăрсем тӳперен йăлтăраç киленсе,
Уй-хир урлă мăнаçлăн утать çĕнтерӳçĕ.
Килĕнче — çамрăк арăмĕ-тусĕ.
Çĕнтерӳçĕ утать. Шухăшпа пăлханать.
Çĕр хăватла сывлать: «Тулăх пулĕ тырпулă!»
Ешĕл тумлă хире тухакан хапхана
Ват хуралçă уçать.
Вăл сунать: «Ыр каç пултăр!»
Тӳпере
çăлтăр çулĕ каçать ялăм урлă.