Чечек ăшне йăлт путса ларнă
Колхоз, поэзи сачĕ пек,
Хисепленет ахальтен мар вăл
Мухтавлă Пушкин ячĕпе.
Çӳлте ав самолет вĕçет-и,
Çулне хывать-и ял урлах,
Паян мĕнпур çĕрте сисетĕн —
Поэт санпа пĕрле юрлать.
Ун çутă сăввисен элккенĕ
Пур ĕмĕр витĕр çиçĕнет.
Поэт сăнне паян çĕкленĕ
Кермен пек пысăк клуб çине.
Эпир ак урампа пыратпăр,
Чун утнăçемĕн хавасрах.
— Сывах-и, Пушкин, саламлатпăр!
Епле ĕç-пуç сан калхозра?..
Клуб тăрринчи хăмач ялавăн
Пит лăпкă хумĕ айĕпе
Поэт пире те саламланăн
Йăл кулса илчĕ майĕпе.
Ку ăшă та ытарлă кулă
Ырри çинчен кăна калать.
...Хĕвелсĕр, тĕксĕм кунçул урлă
Вăл курнă паянхи яла.
Çут ĕмĕт çитрĕ. Акă халĕ
Этем кунта тек йынăшмасть.
Кунта халь çук чуралăх ялĕ,
Пусахламасть тек йывăр каç.
Кунта паян эпир утатпăр —
Хăюллă çĕнтерӳçĕсем.
Поэт юррисене юрлатпăр
Ĕçри хаваслăх ӳснĕçем.
Колхоз урамĕ аслă, тикĕс,
Утатпăр кăмăллăн эпир.
Хиртен килет ав пире хирĕç
Кăтра та çамрăк бригадир.
Йăл-йăл кулса парать вăл алă.
— Ака пĕтертĕм, — тет, — паян.
Ыраш калчи парка туналлă,
Мĕн вăй хуни сая кайман.
Ун сăмахне епле итлемĕн!
Хăй калаçсан та лăпкăн çеç,
Çут тĕнчепе çĕршыв илемĕ
Тухса тăрать ун сăнĕнче.
Вăраннă ял! Енле паха-çке,
Епле эс çĕнĕ пĕтĕмпех!
Урамалла çуртсем пăхаççĕ
Трахомсăр, çутă куçсемпе.
Кунтах ак ача сачĕ, ясли...
Сар хĕр, именнĕн хĕрелсе,
Сăпайлăн чĕнчĕ: — Кĕрĕрсем...
Хăйăр купи çинче выляççĕ
Папанинсем те Чкаловсем.
Тен, кам пелет, кунта ӳсет-тĕр
Тепрер ытарайми поэт?!.
Юратнă Пушкин, ĕненетпĕр,
Пĕр ир сан евĕрли килет.