Шыв çинче пĕртен-пĕр йăмра ӳснĕ. Çав йăмра çанталăк мĕнле пулассине пĕлтерме пултарнă. Çынсем уй-хирте ĕç пуçлас умĕн яланах ун патне пырса канаш ыйтнă. Эпĕ те ун патне кайса килме шутларăм. Абрикос, банан, киви, хĕвел çаврăнăш, пан улми, иçĕм çырли пĕр хутаç тултартăм. Пĕр кĕленче таса шыв илтĕм. Пĕр çыхă чечек татса кĕрсе сумкăна чиксе хутăм. Килтисем мана пĕччен кăларса ямарĕç, хăйсем те манпа пĕрле йăмрана кайса курма шутларĕç.
Самолет çине лартăмăр та пурте пĕрле çула тухрăмăр. Летчик чăвашла пĕлмест, эпир вăл калаçнине ăнланмастпăр. Таçта каятпăр, хамăр та пĕлместпĕр. Атте калать: «Летчике чăвашла калаçма вĕрентмелле, унсăрăн эпир нихăçан та метеоролог-йăмра патне çитейместпĕр», — тет. Эп сире калама мансах кайнă, йăмрана ӳкерсе илес тесе эпĕ хут тата тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем чиксеччĕ. Хăвăрт кăранташсене туртса кăлартăм та хам ас тунă чăваш йăмрине ӳкерсе хутăм. Летчик патне пырса ӳкерчĕке кăтартрăм: «Йăмра, йăмра!» — тетĕп. Вăл мана ăнланчĕ, тӳрех самолетне пĕр утрав çине антарса лартрĕ.
Утрав çинче ытлашши нимех те ӳсмест, анчах та кăмпа тата çырла уçланки пур. Тăраниччен çырла çирĕмĕр, пĕр хутаç кăмпа татса тултартăмăр. Чечек çыххине утрав çине сапаларăмăр та, уçланкă чечексемпе тулса ларчĕ.
Эпир йăмра умне пырса пуç тайрăмăр, ăна хамăр чиксе килнĕ апатпа хăналарăмăр. Вăл пире хăйĕн тураттине пăрахса пачĕ.
— Çак турат сире çанталăк улшăнасса систерĕ, — терĕ.
Ăна тав туса киле таврăнтăмăр.