1
Кĕркури, хĕрĕхелле çывхарнă арçын, «Москвичпа» хуларан ялалла тусан вĕçтерсе пырать. Унăн, телеателье мастерĕн, районти ялсем тăрăх час-часах çӳреме тивет. Паян та диспетчер ăна ирех ĕç хушрĕ, кăнтăрлаччен Чеккей ялне çитсе килме каларĕ. Машинăра пăчă. Кĕркури хăй енчи кантăка антарчĕ. Ачаш çил пите кăтăкласа вĕрет. Радиоприемник хаваслă юрă кĕрлеттерет. Кĕркури кăмăлĕ лайăх. Хирĕç пыракан машинăсенчи палланă шоферсене аллине çĕклесе саламлать.
Акă Курки вăрманне кĕрлеттерсе кĕчĕ. Халĕ ик-виç çухрăма яхăн çак вăрман урлă каймалла. Шалалла кĕрсен Кĕркури машинине чарчĕ, алăкне питĕрчĕ те чăтлăха пăрăнчĕ. Епле ырлăх кунта! Сулхăн. Кайăксем чарăнмасăр юрлаççĕ. Ура айĕнче хĕрлĕ пĕрлĕхен куçа илĕртет. Татса çимесĕр епле чăтăн! Пĕрлĕхен çырлине çăвара ывăткаласа утать Кĕркури.
Çӳресен-çӳресен çул çине каялла тухрĕ. Анчах машинине лартса хăварнă вырăнтан чылай айккинелле пăрăннă иккен.
Машина патнелле утма тăнăччĕ çеç, çывăхра такам йынăшни илтĕнсе кайрĕ. Хĕрарăм сасси. Мĕн амакĕ вара ку? Кĕркури васкасах сасă патнелле утрĕ.
Инçех те мар çап-çамрăк хĕр выртать. Ун çывăхĕнчи курăк вырăн-вырăн юнпа хĕрелнĕ. Хĕрĕн сăнĕ-пичĕ шурса кайнă.
— Мĕн пулчĕ сире? — васкавлăн пĕшкĕнчĕ Кĕркури хĕр патне. Лешĕ вăйсăррăн типĕ тутине хускатса илчĕ.
— Пĕр грузовик çапса хăварчĕ, — пăшăлтатрĕ вăл.
— Ах, путсĕр! Чарăнса та тăмарĕ-и?
— Чарăнмарĕ. Эпĕ ӳкнине курмарĕ те пулĕ... Пулăшсамăрччĕ, тархасшăн.
— Паллах пулăшатăп. Çавăнпа килтĕм те, — хыпаланчĕ Кĕркури.
Арçын аллинчен тытса хĕр ура çине тăма хăтланчĕ, анчах сулăнса кайрĕ те курăк çине тĕшĕрĕлсе анчĕ.
— Эсĕ, пикеçĕм, хăвна кун пек ан нушалантар-ха, — йăпатрĕ ăна Кĕркури. Хĕре асăрханса çĕклерĕ вăл, машина патне илсе пырса хыçалти ларкăч çине вырнаçтарчĕ. Машинине те васкатмарĕ. Пульницана чиперех çитрĕ. Кунта шурă халат тăхăннă икĕ хĕрарăм хĕре наçилкке çине хурса шала илсе кĕчĕç.
Хĕрĕн ятне-шывне те ыйтса пĕлеймерĕ Кĕркури. «Халĕ эсĕ шанчăклă алăра. Анăçлă пултăр. Ыран килĕп-ха, тен», — терĕ те хăй ĕçĕпе малалла вĕçтерчĕ.
Эх, çутçанталăк туртăмĕ! Мĕн кăна кăтартмасть, мĕн кăна тутармасть, ăçта кăна çитермест вăл. Нумайăшĕ инкек-синкек те курать ăна пула. Кĕркури хăй те çавна пулах арăмĕпе уйрăлчĕ-çке-ха. Мăшăрĕ ăна, аллинче пĕчĕк ача пулнине пăхмасăрах, килтен хăваласа ячĕ. Урăх хĕрарăмпа çӳренĕшĕн каçармарĕ. Ача чухне шкулта пĕрле вĕреннĕ Гальăпа çыхланса кайнăччĕ ун чухне Кĕркури. Халĕ, уйрăлнă хыççăн, общежитире пурăнать: хваттерне вăл арăмĕпе ачине парса хăварчĕ, хăйне машинăпа гараж илчĕ.
Паллах, хĕрарăм енчен аптрамасть Кĕркури. «Москвичлă» ирĕк арçын çумне çыпçăнакан тем чухлех. Пĕри йăлăхтарсан тепринпе çӳрет хусах. Мĕн чухлĕ хĕрарăм, анчах вĕсенчен пĕри те чĕрере вырăн тупаймасть хальлĕхе. Паян тем пулчĕ вара. Чуна пăлхатакан туйăм çуралчĕ. Сусăрланнă хĕр мĕнле майпа тыткăна илчĕ-ши ăна? «Чĕрĕлтĕр çеç часрах. Кĕрсе куратăпах», — шухăшларĕ Кĕркури.
Хĕре Люся тесе чĕнеççĕ иккен. Кăна Кĕркури тепĕр кунхине медсестраран ыйтса пĕлчĕ.
— Аван-и, Люся! — сывлăх сунчĕ вăл палатăна кĕрсенех. Вырăн çинчи хĕр тĕлĕнсе кайрĕ.
— Эсир ман ята ăçтан пĕлетĕр? Тата ман пата епле килме шут тытрăр? Ларăр, ура çинче тĕрĕслĕх çук теççĕ, — куланçи турĕ хĕр. Кĕркури ним калама аптрарĕ.
— Килетĕп терĕм-иç. Вăт килтĕм. Ятна тухтăрсем каларĕç...
Люся палатăра пĕчченехчĕ. Кӳршисем вестибюле телевизор пăхма тухнă. Хĕрĕн аманнă урине вăрăм йĕпсем тирнĕ те темле йывăр киресем çакса хунă.
— Ыратать пуль, епле чăтатăн? — шеллерĕ Кĕркури.
— Укол тăваççĕ, — хуравларĕ хĕр.
Чылайччен калаçрĕç вĕсем. Çывăхрах паллашрĕç. Люся техникум пĕтернĕ хыççăн хула библиотекинче пĕрремĕш çул ĕçлет. Вăл ĕнер ялти асламăшĕ патне çуранах кайма тухнă. Анчах инкеке лекнĕ. Кĕркури те ăна хăйĕн пурнăçĕ çинчен кăшт каласа пачĕ. Авланса уйрăлни тата ача пурри çинчен çеç шарламарĕ.
Палатăна медсестра кĕрсен Кĕркури ура çине тăчĕ.
— Юрĕ, Люся, каяс-ха ман. Сирĕн пата ыран каллех килетĕп. Хирĕç мар-и?
— Вăхăтăр пулсан, тархасшăн, — терĕ хĕр.
Больницăна куллен çӳрерĕ Кĕркури. Люся чиперех сывалса пынишĕн савăнчĕ. Уйăх ытла выртнă хыççăн ыран хăйне больницăран кăларасси çинчен пĕлтерчĕ.
— Епле лайăх! — хĕпĕртерĕ Кĕркури. — Эпĕ сире кунта илсе килнĕ машинăпах киле леçсе хăварăп.
— Ырă сăмахшăн тавтапуç. Хамăн каччă та машинăпа килме пулчĕ, — именчĕклĕн кулчĕ Люся.
Ак тамаша! Ку хĕрĕн каччи те пур-çке? Тепĕр енчен, мĕн тĕлĕнмелли? Кун пек чиперккен те каччă пулмасан! Апла Кĕркурисем, ват супнăсем, аякра тăччăр. Кĕвĕç туйăмĕ çĕкленчĕ, Кĕркури ăна кăтартасшăн пулмарĕ.
— Юрĕ апла. Каярах эсир гипсăр çӳренине пырса курăп, — терĕ арçын хăйне йăпатса.
— Кĕтетĕп. Хаклă хăна пулатăр. Пуриншĕн те тав.
2
Люся каччă пур тени Кĕркури кăмăлне самаях пăсрĕ. Чиперккене манма тăрăшса чылайччен асапланчĕ. Çук, пуçран та, чĕререн те тухмасть Люся. Халĕ ĕнтĕ вăл гипсран хăтăлма тивĕç. Мĕнлерех туять-ши хăйне? Тен, çитсе курмалла? Люся хăйĕн адресне пачĕ вĕт-ха. Апла пулсан, хирĕç пулмĕ. Енчен каччи те унта пырсан? Пытăр-иç. Курăнать унта.
Кĕркури магазинта торт туянчĕ, пасарта — пан улми, чечек çыххи. Люся кукамăшĕпе çеç пурăннине те пĕлтернĕччĕ: ашшĕпе амăшĕ Çурçĕрте ĕçлеççĕ-мĕн. Карчăк валли Кĕркури пĕр пачкă чей илчĕ. Кун каç енне сулăнсан, шукăль тумланнăскер, Люсьăсен çуртне шыраса тупрĕ те кирлĕ алăка пырса шаккарĕ. Вăрах кĕттермерĕç.
— Ай, эсир-и ку? — тĕлĕнсе кайрĕ хĕр. — «Пыратăп» тесе шӳтлесе каларăр пулĕ тенĕччĕ. Иртĕр-ха, иртĕр.
Хĕр Кĕркурине алăран тытсах шала илсе кĕчĕ.
— Кукамай, — терĕ вăл. — Пирĕн пата мана инкекрен çăлнă юлташ килчĕ.
— Э-э-э, çакă пулчĕ-им-ха алăкран шаккаканни? — Люсьăпа чăвашла калаçрĕ вашават карчăк.
«Ха, чăвашсемех иккен», — тĕлĕнчĕ Кĕркури. Вăл, пур, Люсьăпа вырăсла çеç калаçнă. Кам пĕлнĕ вăл чăваш хĕрĕ иккенне! Халĕ ĕнтĕ Кĕркурин те хăй чăваш пулнине пĕлтермелле.
— Аван-и? — терĕ вăл кинемее алă парса.
Халĕ Люсьăпа кукамăшĕ шак хытса тăчĕç, пĕр-пĕрин çине пăхкаларĕç.
— Чăваш-им эсир? — пĕççине шарт çапрĕ кинемей. — Тăван çын ĕнтĕ апла!.. Эй, Турă! Пĕр-пĕрне пулăшмалла ĕнтĕ çынсен çак тĕнчере. Тавтапуçах сире пирĕн Люсьăна инкекрен хăтарнăшăн, — чĕвĕлтетрĕ карчăк кухньăра чупкалама пуçланă май.
Кĕркури парнине — чечек çыххине — Люся вазăна лартрĕ, магнитофонпа чăваш кĕвви янраттарса ячĕ.
Çепĕç юрă — хăлхара, Кĕркури умĕнче йăрăс пӳллĕ çамрăк хĕр тăрать. Чипер те иккен Люся! Сарă çӳçне хул пуççи урлă сапаласа янă. Тăрăхларах пичĕ çинче çуркунне пăнчисем илемлĕн курăнаççĕ. Çырла пек хĕрлĕ тутинчен сĕткен тапса тухас пек. Çăмăл кĕпе хĕрĕн илемлĕ кĕлеткине тата та илĕртӳллĕрех кăтартать. Ури те чиперех — нихçан та хуçăлман тейĕн. Кĕвĕ майĕпе хĕр пилĕкне авкаласа вылятать. Çак самантрах ыталаса илĕччĕ ăна Кĕркури. Люся арçын хăй çине кăмăлласа пăхнине сисрĕ, именсе кукамăшĕ патне кухньăна кĕрсе кайрĕ.
Чей ĕçме чĕнчĕç. Кĕркури хаваспах сĕтел хушшине вырнаçрĕ, тепĕр енне Люсьăн кукамăшĕ ларчĕ. Хĕр вара куркасене чей тултарчĕ, апат-çимĕç янтăларĕ. Кунашкал кăмăллĕ лару-тăрура Кĕркури арăмĕпе уйрăлнăранпа та апатланманччĕ пулас. Халĕ акă арăмĕ вырăнне çамрăк пике чейпе сăйлать. Тĕлĕнмелле! Анчах мĕн тĕлĕнмелли? «Пурте юхать, пурте улшăнать» теççĕ-и-ха ăсчахсем? Кĕркури çакна лайăх ăнланать.
— Çийĕр, килти пек пулăр, — тет кинемей те. — Хăвăр кам пулатăр, ăçта ĕçлетĕр? Çапла шавласа ларнă хушăра алăка шаккарĕç.
— Эсĕ, Люся, хăнана пăх, хамах уçăп, — терĕ кинемей ура çине тăрса.
— Салам, асанне! — илтĕнчĕ кĕçех арçын сасси. — Люся килте-и?
Кĕçех сĕтел умне кĕрнеклĕ, вăтам пӳллĕ каччă пырса тăчĕ. Вăл малтан Кĕркури çине кăн-н пăхрĕ, унтан арçынна чейпе хăналакан Люсьăна тем каласшăн пулчĕ, сĕтел хушшинче палламан çын ларасса кĕтменскер, ним калама аптрарĕ, хĕрелсе кайрĕ.
— Лар, — терĕ Люся Кĕркури умĕнчи чей куркине сахăр янă май. — Эсĕ те пирĕнпе чей ĕç.
— Çук, — хуравларĕ тӳрккессĕн, — ларса тăмăп. Эпĕ кунта ытлашши пулса тухрăм пулас.
— Чим-ха, Гена, — лăплантарасшăн пулчĕ хĕр. — Ку — Кĕркури. Ман пата больницăна пырса çӳренĕ юлташ. Мана инкекрен çăлаканни.
— Пĕлетĕп. Веçех ăнлантăм. Час-часах калаçаттăн çав ун çинчен, — пушшех чăркăшса кайрĕ Гена. — Апла эп каятăп!
— Лăплан! — тарăхсах кайрĕ Люся, анчах çав самантрах унăн пуçне урăх шухăш пырса кĕчĕ пулас. — Юрĕ, кай, чармастăп! — тесе хучĕ.
Кĕркури шăп ларать. Ку ятлаçу хушшине хĕсĕнесшĕн мар вăл. Усси пулмĕ. Генка хĕрӳ ача иккен — шалти туйăмне пытараймасть.
— Каймасть тетĕн-им? Каятăп!
Э-эй, тавлашу шала кĕрсе пырать. Кирлĕ мар харкашăва хутшăнасшăн мар вăл. Кĕркури ура çине тăчĕ. Генка патне пычĕ, хул пуççийĕ çине аллине хучĕ:
— Чарăн-ха, тусăм! Мĕн пустуй чăркăшатăн?
Генка унăн аллине сирсе ячĕ те сиввĕн шăл витĕр сăрхăнтарчĕ:
— Юрĕ, пичче. Кунта санпа калаçмалли вырăн мар. Эпир санпа урамра, тĕттĕм çĕрте тĕл пулăпăр.
Каччă сыв пуллашмасăрах урама тухса вирхĕнчĕ.
— Ай-яй, хĕрӳ иккен сан каччă! — тăрăхларах каларĕ Кĕркури. — Епле çӳретĕн унпа?
— Юратать вăл мана, - пуçне чикрĕ Люся. - Çавăнпа кĕвĕçет.
3
«Акăш кӳлли» балет кайса курма шутларĕç Кĕркурипе Люся.
Кĕркури, халиччен оперăпа балет театрĕнче пулса курманскер, ăшĕнче çакăншăн Люсьăна тав турĕ: асамлă музыка унăн чунне те çемçетрĕ.
Хĕр темшĕн Кĕркурипе халĕ те «эсир» тесе калаçать. Ахăртнех, çулĕпе аслăраххине кура пуль.
— Люся, — хулран тытрĕ ăна Кĕркури урама тухсан. — Атя паянтан пĕр-пĕрне «эсĕ» тесе чĕнер. Юрать-и?
— Мĕншĕн?
— Эпир çывăх çынсем вĕт.
— Çума-çумăнах утса пыратпăр та, çывăхах ĕнтĕ, — кулса ячĕ хĕр. Кĕркурин пичĕ те савăнăçпа çуталчĕ. Вăл Люсьăн аллине тытса чăмăртасшăнччĕ, анчах, ак тĕлĕнтермĕш, Кĕркури хăяймасть иккен! Кун пекки тахçантанпах пулманччĕ. Вăтанать!.. Нивушлĕ чунпа яшланса хĕрсенчен çамрăк чухнехи пекех вăтанакан пулчĕ вăл?
— Балет театрĕнче халиччен пулман эпĕ, — ассăн сыварĕ Кĕркури. — Унăн илемне ăнланман ĕнтĕ. Ытларах кинона, цирка çӳренĕ. Чим-ха, астурăм, пĕлтĕр Иркутскра орган музыкине итленĕччĕ.
— Эсĕ Иркутскра та пулнă-и?
— Пулнă. Унта ман аппа пурăнать. Хăнана кайнăччĕ.
Троллейбус чарăнăвне çитрĕç. Халăх нумай, пурте таçта васкаççĕ. Кĕркурипе Люся, çын тĕркĕшĕвне хутшăнса, троллейбуса кĕчĕç. Пур енчен те çын хĕснипе лăпкă тăма майĕ те çук.
Пĕр-пĕрне куçран пăхса пыраççĕ. Сассăр кулса илчеç, Кĕркури хĕр аллине ачашшăн чăмăртарĕ. Люсьăран ăшă туйăм çапнине туйса илчĕ вăл. Çан-çурăма вĕрилентерекен ăшă. Пĕтĕм пĕве сарăлчĕ çавскер. Вăрах кайинччĕ троллейбусĕ. Часах ан çиттĕрччĕ. Люся та аллине Кĕркури аллинчен уйăрасшăн пулманни чуна çĕклет. Апла пулсан, кăмăлĕпе сивлемест вăл Кĕркурие. Троллейбус васкамасăр кайсан та анмалли çĕре çитрĕç-çитрĕçех. Салонра çын та сахалланчĕ. Кĕркурипе Люся троллейбусран анса юлчĕç те инçех мар чарăнса тăчĕç.
— Малалла пĕчченех кайăп. Тавтапуç ăсатнăшăн, — терĕ Люся. Кĕркурипе сывпуллашас тесе аллине тăсрĕ.
— Эпĕ санăн каччă мар-им киле çитичченех ăсатса яма? — шӳтлерех ыйтрĕ Кĕркури.
— Сан пирки пăлханатăп эпĕ, Гриша. Эпĕ пĕччен таврăнсан аванрах пулĕ, Люся тата тем каласшăн пулчĕ. Кĕркури унăн сăмахне татрĕ.
— Мĕнрен хăрамалли пур манăн? Атя утар, — терĕ вăл. — Çурçĕр те çитмен вĕт-ха, пĕчĕк ачасем çеç çывăрма хатĕрленеççĕ.
Кĕркури пĕшкĕнчĕ те хĕре пит çăмартинчен чуптуса илчĕ.
— Апла юрĕ-çке, — терĕ Люся. — Хĕре капла чуп тума хăраман каччăпа таçта кайма та шикленес çук, анчах...
Вĕсем васкамасăр Люсьăсен çурчĕ еннелле утрĕç. Çуллахи каç ăшă. Тӳпере çалтăрсем çунаççĕ. Кĕркурипе Люся утакан урам хула хĕрринче вырнаçнă, çавăнпа кунта тĕттĕмрех те, çыннисем те сайрарах. Киленсе утаççĕ иккĕн, шăкăл-шăкал калаçса. Çумра çамрăк чăваш пики утса пыни Кĕркурин чунне яш чухнехи пек пăлхантарать. Хĕре каллех троллейбусри пек ыталаса илчĕ Кĕркури, хăй енне çавăрчĕ.
— Люся, — терĕ шăппăн. — Пăх-ха кунталла.
Хĕр пуçне çĕклерĕ çеç. Кĕркури унăн вĕри тутине хăйĕн тутипе пĕрлештерчĕ.
— Кирлĕ мар, — терĕ хĕр ачашшăн арçын ытамĕнчен вĕçерĕнсе. — Каяр. Киле таврăнма вăхăт Кукамай çухатма пултарать,
Ыталанса малалла утрĕç. Умри çурт хыçĕнче пĕр çын мĕлки вĕлтлетсе илчĕ. Çакна Кĕркурипе Люся та асăрхарĕç, анчах шарламарĕç. Леш Генка сыхламасть-и-ха вĕсене: тĕттĕмре тĕл пулассипе хăратма пăхре-çке.
Кĕркури çурт тĕлĕнчен иртнĕçем тротуар айккинелле ун-кун пăхкаларĕ. Сыхă пулни чăрмантармасть. Çуртран иртсен, лешĕ, пытанаканни, çул çине тухса вĕсем хыççăн утрĕ. Ни тăрса юлмасть, ни хăваласа çитмест. Кăшт кайсан, ун патне тата иккĕн тухрăç. Хăюллăнах çывхарчĕç. Капла пăтăрмах сиксе тухма пултарать.
— Хăшне те пулин паллатăн-и эсĕ? — ыйтре Кĕркури хĕртен.
— Пĕри Борис пулмалла. Генкăн çывăх тусĕ. Хăйсем хушшинче Мосол тесçĕ ăна.
Акă ĕнтĕ Люся пурăнакан çурт картишĕ. Кунта урамринчен те тĕттăмрех иккен.
— Эй, чувак! Чарăн! — сас пачĕ тахăшĕ тĕттĕмрен. — Калаçмалли пур.
Люсьăпа Кĕркури чарăнса тăчĕç. Вĕсем патне пиллĕкĕн утаççĕ. Вĕсемпе пĕрле — Генка та.
— Эпĕ хĕре килне ăсатса ярам-ха, вара калаçăпăр, — терĕ Кĕркури.
— Тупăннă джентельмен! — йĕплесе илчĕ тахăшĕ.
Пĕрисем Люсьăпа Кĕркурие умĕнчен пӳлеççĕ, теприсем çурăм хыçне тăраççĕ. Хыçалтан пынă виçĕ каччă та чарăнса тăчĕç. «Çурт çумне çурăмпа тăмалла — хыçалтан ан тапăнччăр», — тавçăрса илчĕ Кĕркури, Люсьăна алăран туртса çурт çумне тĕршĕнчĕ.
— Мĕншĕн çакăн чухлĕ халăх пухрăн, Генка? — йĕкĕлтерех ыйтрĕ вăл. — Иксĕмĕр çапăçнине кăтартас терĕн-и?
— Шăл йĕрсе ан тăр! — çиллессĕн тавăрчĕ Генка. — Кунтан вĕçтер сиккипе. Вунна çити шутлатăп. Кайса ĕлкĕреймесен шăмму-шаккуна вататпăр.
Люся Генка еннелле туртăнчĕ.
— Чарăн, Генка! — терĕ вăл. — Мĕн çитмест сана?
— Санпа калаçакан çук-ха кунта, — сирсе ячĕ ăна каччă.
Çакăн чухлĕ ушкăна, паллах, вăйпа çĕнтерейместĕн. Мĕн те пулин шутласа кăлармалла. Кĕркури çак урамрах Юрка ятлă çамрăк çын пурăннине астуса илчĕ. Кĕрнеклĕскер, икĕ хутчен те тĕрмере ларса тухнăскер. Кунтисем Сальман теççĕ ăна. Пĕррехинче Кĕркури ăна телевизор юсаса панăччĕ. «Тен, хăçан та пулин манăн та пулăшма тӳр килĕ», — тенĕччĕ ун чух Сальман.
— Атя-ха, Мосол, малтан санпа калаçса илер, — терĕ вăл паçăр хыçран пынă каччăсенчен пĕрне, ыттисенчен кĕрнеклĕрех курăнаканнине.
— Калаçар, — терĕ лешĕ. Унтан юлташĕсене: — Хĕр çумне ан çыпçăннă пултăр, — терĕ.
— Итле, Мосол, — хăюлланчĕ Кĕркури. — Илсе кай хăвăн ачусене кунтан. Атту санăн та Сальманпа калаçма тӳр килĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн ăна?
— Пĕлетĕп. Вăл та мана лайăх пĕлет. Пĕр-пĕрне ăçтан пĕлни сана кирлех мар пулĕ.
— Мĕншĕн паçăрах каламарăн?
— Эсир ыйтмарăр вĕт. Генка пуçтахланман пулсан эпĕ халь те калас çукчĕ.
— Юрĕ, Генкăпа эпĕ хам калаçăп, — терĕ Мосол. — Атя, каяр.
Ушкăна таврăнсан, Мосол малтан Генкăпа, унтан ыттисемпе тем пăшăлтатса илчĕç. Унтан пурте пĕр сăмахсăр пăрăнса утрĕç. Генка çеç Люсьăна: «Асту, пике, унпала телей кураймастăн эсĕ», — тесе çиллессĕн мăкăртатрĕ.
Иккĕн çеç тăрса юлсан хĕр çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Хăравçă санăн Генка, — терĕ ăна Кĕркури.
— Паянтан манăн мар вăл, — шăппăн хуравларĕ Люся.
4
Вăхăт малалла чупнă май Кĕркурипе Люсьăн туслăхĕ те çирĕпленчĕ. Люсьăна курман кунсенче чунне тунсăх пусать. Тепĕр чухне вăл хăйне çирĕмри каччă евĕрех туять. Çутă туйăм хĕрĕхе çывхаракан çынна та çунатлантарма пултарать иккен. Уншăн чи кирли — Люся юнашар пулни. Хĕр те Кĕркури çине халиччен сиввĕн пăхман-ха. Ара, мĕнрен начар вăл: яштака пӳллĕ, патвар, яланах таса та тирпейлĕ çӳрет. Укçи-тенки те пур: театра, цирка — ăçта кăна илсе çӳремест хĕре.
Паянхи кунччен мĕн кĕтнĕ-ха Кĕркури хĕрарăмсенчен? Алхасу, ĕçкĕ-çикĕ, йăпану... Люсьăпа паллашнă хыççăн тем пулчĕ: çак чăваш хĕрĕпе вăл аллине ирĕке яма хăяймасть. Юрату-шим çакă? Темшĕн çак хĕрпе унăн пĕрмаях ăшшăн калаçас килет, унăн кашни сăмахне итлес, пурнăçлас килет. Тĕлĕнет Кĕркури, анчах хăйĕнпе ним тума та пултараймасть. Люсьăна пăт-пат сăмахпа кӳрентересрен те шикленет.
Пĕрре, шăматкун, калаçса татăлнă пекех, кăнтăрла çитеспе Кĕркури Люся патне киле пычĕ. Вĕсен дачине кайса килме палăртнăччĕ.
— Эпĕ машинăпах килтĕм, — терĕ вăл.
Пахчари ун-кун ĕçе вĕçлесен Атăл хĕррине анчĕç. Пĕрле ĕçмелли-çимелли те илчĕç.
Тĕттĕмленчĕ. Кăвайт чĕртсе чей çакрĕç. Кĕçех çăлтăрсем те çӳл тӳпере пĕр-пĕрне куç хĕссе выляма пуçларĕç. Хуранти шыв вĕреме кĕчĕ. Техĕмлĕ хăмла çырла çулçи, пĕр чĕптĕм Инди чейĕ ячĕç унта. Техĕмлĕ чей хатĕр. Люся курăк çине витти сарнă та, унта апат-çимĕç хатĕрлесе хунă. Кĕркури машининчен пĕр кĕленче эрех илсе тухрĕ.
— Кирлĕ мар, Кĕркури, — аллине сулчĕ Люся, — тархасшăн, ĕçес мар.
— Мĕн пулать вара пĕрер черкке ĕçнипе, Люся?
— Çук, Кĕркури, ĕçместпĕр. Кайса хур кĕленчӳне каялла. Эсĕ мана итлетĕн вĕт?
Урăххи пулсан итлемĕччĕ те Кĕркури, анчах Люся каланине хирĕçлеме пултараймарĕ.
— Юрĕ-çке, Люся. Сан сăмахху маншăн — саккун, — шӳтлерĕ вăл.
Тепĕр енчен, эрехшĕн пит çунакан çын та мар Кĕркури. Люся ыйтать тĕк, кăмăлне пăсас мар. Люся кунта хăй эрех вырăнĕнче: вăл çумра пулни пуçа çавăрать, ӳсĕртсе ярать.
Вĕсем хăйсемпе пĕрле пĕр курка çеç илсе килнĕ иккен. Уншăн савăнчĕ Кĕркури: чее пĕр савăтран ĕçме епле кăмăллă. Малтан пĕри сыпать, унтан — тепри.
— Килĕшет-и сана кунта? — ыйтать Кĕркури.
— Çав тери! Сана тата?
— Мана та. Тата эсĕ çакăнта ларни те...
Люся именсе пуçне пĕкет. Туять вăл: Кĕркури савать ăна. Çунать вучах. Ыталанса, пĕр-пĕрне ăшăтса лараççĕ вĕсем. Умри кăвайтран хĕрӳрех вĕсен пĕр-пĕрне паракан ăшши! Кĕркури тăрса тип вутта хуçкаларĕ те татах кăвайт çине пăрахрĕ. Çулăм таврари йывăçсене, çырмана çутатса илчĕ.
Лараççĕ вĕсем, чĕнмеççĕ. Лайăх вĕсене. Люся пуçне арçын чĕркуççийĕ çине хунă, лешĕ ăна çӳçĕнчен лăпкăн ачашлать. Кĕçех хĕрĕн куçĕ хупăнма пуçларĕ, часах пĕчĕкçĕ ача пек çывăрса кайрĕ. Кĕркури ун çумĕнче ирчченех куç хупмарĕ, савни ыйхине хуралларĕ.
5
Кашни кунах театра е кинона çӳрерĕç, вăхăта пĕр-пĕринсĕр сайра ирттерчĕç. Люся ĕçлекен библиотекăра та Кĕркури чи нумай вулаканнисен шутне кĕчă: хĕр ĕçе кая юлса пĕтернĕ пирки вăл библиотекăна килет те, ăна кĕтнĕ май, залра кĕнеке вуласа ларать. Юлашки вунă çулта та вăл çак пĕр уйăхри чухлĕ кĕнеке вуламан-тăр. Музейре те пулса курчĕç вĕсем. Пĕррехинче Кĕркури хĕре ресторана чĕнчĕ. Кайрĕç.
Кунта çын туллиех. Пĕр паллакан музыкант пулăшман пулсан вырăн лекмĕччĕ те. Халĕ вара вĕсем улах кĕтесри сĕтел хушшинче иккĕн çеç лараççĕ.
Оркестр вылять. Кĕркурипе Люся алăран-алă тытăнса зала тухрĕç. Халăх сикет, ташлать, çуйхашать. Сасартăк пĕр çамрăк каччă Люсьăна алăран тытса илчĕ те унпа вылянуллăн ташла-ташла çаврăна пуçларĕ. Хĕр каччă аллинчен вĕçерĕнесшĕн, Кĕркури еннелле туртăнать. Çакна асăрхаса савнине пулăшма васкарĕ арçын. Алла алă çаклансан хăй патне туртса илчĕ.
«Люся хитре хĕр. Вăл каччăсене килĕшет. Манăн та хама çак хĕр умĕнче каччăсенчен кая мар тытас пулать», — шут тытрĕ Кĕркури.
Ташă вĕçленсен сĕтел хушшине ларчĕç. Кĕркури черккесене тултарчĕ. Шалтах ĕçрĕ, Люся тытса çеç пачĕ.
Кулкаласа калаçса ларнă вăхăтра вĕсем патне официант пычĕ те:
— Каçарăр, сире зал леш енчи ретри сĕтел хушшинчен пĕр хĕрарăм чĕнет, — терĕ Кĕркурие.
— Мĕнле хĕрарăм? — тĕлĕнчĕ Кĕркури.
— Пĕлместĕп, — терĕ те официант пăрăнса утрĕ.
— Эсĕ ан çиллен, Люсенька, пĕлсе килем-ха: кама кирлĕ пултăм эп çак самантра, — терĕ Кĕркури.
Чăнах та, леш енчи ретрен пĕр хĕрарăм, ăна чĕнсе, аллипе сулать. Залра тĕттĕмрех пулнипе ăна паллама та йывăр. Çапах уйăрса илчĕ. Çак хĕрарăма пула-çке Кĕркурин арăмĕнчен уйрăлма тивнĕччĕ. Галя ку! Унпа пĕр сĕтел хушшинче тата тепĕр хĕрарăм ларать.
— У-у-у, хăçан пулать курманни, — сĕтел хушшинчен тухса кĕтсе илчĕ Галя арçынна, мăйĕнчен çакăнса ыталарĕ. Хĕрĕнкĕ курăнать. — Лар-ха кăштах пирĕнпе. Ку манăн ĕçри юлташ. Пĕрер черкке ĕçĕпĕр-и?
— Эпĕ пĕччен мар, Галя.
— Куртăмăр-ха. Ытла та çамрăккине çаклатнă вара. Ну, маттур. Çапах та ларса кăмăл ту. Юлташу ытлашши тунсăхламĕ, ав ăна çамрăк каччă ташлама кăларчĕ.
Кĕркурин чĕри пĕçерсе кайрĕ. Анчах хăй айăплă: пăрахса килмелле марччĕ. Кăмăл туса пĕр черкке ĕçмеллех пулчĕ Кĕркурин Гальăпа тата унăн тантăшĕпе. Вара хăйĕн сĕтелĕ патне таврăнчĕ.
Люся леш каччăпах ташлать-ха. Каччи кула-кула хĕре тем калать. Арçын чĕринче кĕвĕçӳ туйăмĕ капланса çĕкленчĕ. Ăна пусарма тепĕр черкке ĕçрĕ. Анчах ăш лăпланмарĕ. Ташă вĕçленчĕ. Каччă Люсьăна сĕтел патне ăсатма килчĕ.
— Пичче, чиперккӳпе ташлаттарнăшăн пысăк тав сана, — терĕ йĕкĕлтерех. Унтан, Кĕркури патне пĕшкĕнсе, ăна çеç илтмелле çапла каласа хучĕ: — Кун пек чипер хĕре килĕшмест санашкаллипе ресторана çӳреме. Ларасчĕ санăн кăмака çинче!
Кĕркури пуçне хуллен çеç каччă енне çавăрчĕ. Лешĕ мăн кăмăллăн пăхса кулкаласа тăрать. Пичĕ шурса кайрĕ Кĕркурин. Чĕпĕ! Сăмси айĕ типеймен, шăхлич! Пăх-ха, мĕн калаçать! Кĕркури васкамасăр ура çине тăчĕ. Çамрăка кăкăртан тытса хăй çумĕнчи пукан çине пусарса лартрĕ.
— Мĕн терĕн эсĕ, çара çунат? Тепĕр хут кала-ха, илтеймерĕм, — терĕ çиллессĕн.
Каччă, çакăн пек килсе тухасса кĕтменскер, ура çине сиксе тăрса шăвăнасшăн пулчĕ, анчах тăраймарĕ: Кĕркурин алли çирĕп тытрĕ ăна.
— Мĕн эсĕ... çапăçатăн? Эп... ахаль çеç.
— Юрĕ апла пулсан. Халех çухал куç умĕнчен! Ăнлантăн-и?
Шăппăн тăракан Люся тинех Кĕркури çумнерех пычĕ.
— Лăплан, Гриш. Эпĕ унпа ташларăм çеç вĕт. Урăх ташлама тухмăп та, — терĕ лăпкăн.
Иккĕшĕте сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Урăх калаçас килмерĕ. Кашни хăйĕнне шухăшларĕ. Кăмăл пăсăлчĕ.
— Сана мĕнле хĕрарăм чĕнсе илчĕ? — ыйтрĕ хĕр урама тухсан.
— Шкулта пĕрле вĕреннĕскер.
— Питĕ туслă пурăннă пулмалла, вăрахчен ыталанса тăтăр.
— Тахçантанпах курманччĕ те, — сӳрĕккĕн хуравларĕ Кĕркури. — Тепĕр тесен, калаçас мар ун пирки.
Шăпланчĕç. Кам шутланă ресторанра вĕсен кăмăлне хĕрĕнкĕ Гальăпа вĕçкĕн каччă пăсасса! Çак сăлтава пулах уйрăлнă чух тепре хăçан тĕл пуласси пирки те калаçса татăлаймарĕç.
Виçĕ кун иртрĕ. Кĕркурин Люсьăна татах курасси килчĕ, библиотекăна шăнкăравларĕ.
— Люся, эсĕ-и?
— Эпĕ.
— Епле пурăнатăн? Паян ăçта тĕл пулăпăр?
— Манăн вăхăт çук. Çурçĕртен аттепе анне таврăнчĕç.
— Питĕ курас килет сана.
— Мĕн çинчен калаçăпăр?
— Нивушлĕ мĕн калассине каласа пĕтернĕ эпир? Ĕçе пыратăп. Кĕт.
Кĕркури телефон трубкине хучĕ. Анчах алли ĕç патне пырасшăн пулмарĕ. Люся сиввĕн калаçни пăлхантарчĕ ăна. Чăнахах та, пĕр тăхтаса тăмасăр хĕрпе курса калаçмалла.
Тепĕр темиçе минутран вăл машинипе библиотека умне çитрĕ. Люсьăна чĕнсе тухрĕ те скверти сак çине кайса ларчĕç.
— Ăнлантарса парсам, мĕн пулчĕ сана? — шăппăн ыйтрĕ Кĕркури. Аллине хуллен çеç унăн хул пуççийĕ çине хучĕ.
— Ил-ха аллуна, Гриша! Çынсем кураççĕ, — кăмăлсăрланчĕ хĕр. Унтан ăна куçран пăхрĕ те çапла хушса хучĕ: — Пирĕн санпа урăх тĕл пулмалла мар.
— Мĕншĕн? Эпир паянччен ятлаçса та курман вĕт. Епле лайăх каç ирттертĕмĕр санпа Атăл хĕрринче.
— Пĕрре кăна мар пулнă пуль-ха эсĕ вăл вырăнта. Паллах, урăх хĕрарăмсемпе. Ресторанти пеккисемпе. Арăмупа ачуна çеç ун пек хитре вырăнсене илсе çӳремен пуль.
Мĕн çинчен калаçать Люся? Арăмĕпе уйрăлни, ачи пурри çинчен пĕлет вĕт ку! Тен, Гальăпа çыхланнине те пĕлет. Тахăш каланă ĕнтĕ. Шăпланчĕç. Ют çынсем пек лараççĕ.
— Кĕркури, эсĕ миçере?
— Вăтăр çиччĕре. Малалла мĕн ыйтасшăн?
— Урăх ыйтмастăп. Эпĕ вун саккăрта. Атте санран виçĕ çул аслă. Анне санпа тантăш. Арăму, ачу пуррине ма пытартăн манран? Санăн вĕсене телейлĕ тумалла.
— Каçар мана, Люся. Çапах та пĕл: эпĕ сана юратнă пек урăх никама та юратман. Эсĕ парнеленĕ телейлĕ кунсемшĕн сана ĕмĕр-ĕмĕр тав тăвăп.
— Сана та тавтапуç, Кĕркури. Мана инкекрен çăлнăшăн та, чун-чĕрӳ ăшшине панăшăн та.
Пуçесене чиксе уйрăлчĕç. Пĕри библиотекăна кĕрсе кайрĕ, тепри машинăпа урам тăрăх кустарчĕ. Кĕркурие кăкăрне чĕре вырăнне чул вырнаçтарнă пек туйăнса кайрĕ. Ниçта та васкамарĕ вăл. Мĕншĕн тесен васкама сăлтав çук халь уншăн. Килĕ те, кĕтекен те çук. Общежитире унăн вырăнĕ. Унта никам та кĕтмест ăна — кашнин хăйĕн пурнăçĕ. Çав тери пĕччен, никама та кирлĕ мар вăл. Люсьăпа çӳренĕ чух хăйне кирлĕ çын пек туятчĕ Кĕркури. Ресторанра Галя каланă пекех килсе тухрĕ. Анчах унăн çамрăк хĕре кӳрентермелле мар: унăн хăйне валли çамрăк каччă тупмалла ĕнтĕ. Кĕркури юрату хăймине сахал мар çинĕ, юратăва вăл çеç мар, кашниех тивĕçлĕ.
Çакăн пек йывăр шухăшпа гараж патне çитсе чарăнчĕ Кĕркури. Хапхине уçса машинине кĕртсе лартрĕ. Салонра тарăн шухăша путрĕ. «Люся кĕçех хăйне юрăхлине тупĕ те качча тухĕ. Çак чăваш пики чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ пулин те, манăн та ĕмĕр пĕччен пурăнмалла мар ĕнтĕ. Арăм патне кайса малалла пĕрле пурăнас пирки калаçас пуль».
Кам айăплă-ха вĕсем уйрăлнăшăн? Кĕркуриех ĕнтĕ. Галя пеккисемпе аскăннă. Юратнă-и вăл çав хĕрарăмсене? Çук. Люсьăна вара? Никама юратман пек юратнă. Юратрĕ-и ăна Люся? Калама йывăр. Анчах пурпĕрех ăшĕнче тав тăвать ăна Кĕркури, мĕншĕн тесен çак хĕре пула вăл çамрăклăхне тавăрчĕ. Чун-чĕре канăçне туйса курчĕ. Чун канăçĕ — акă мĕн çитмен ăна халиччен!
Тавралăх тĕксĕмленни сисĕнчĕ, аслати кĕмсĕртетни илтĕнсе кайрĕ. Çумăр çăвас тет. Чăнах та, Кĕркури гаражĕнчен тухнă çĕре çумăр пĕрчисем ӳккелеме пуçларĕç. Аслати тата темиçе хут авăтса илчĕ, çиçĕм çиçрĕ. Çавăнтах çумăр витререн тăкнă пек çуса ячĕ, арçынна самантрах лачкам йĕпетрĕ.