Вутпа çунать чĕре,
Мĕн пулчĕ-ши? Пĕлместĕп
Чуна сивĕ кĕре
Эп вăхăтсăр кĕтместĕп.
Анчах мĕнрен писсе
Ман ыйăхăм вĕçет-ши?
Куллен мĕне сиссе
Яш чунăм кĕвĕçет-ши?
Пăрахрĕ юрлама
Саркайăк та сасартăк.
Сăлтавсăр хурлама
Хăймастăп эп çапах та.
Хăяв туртма тăхтап,
Чун ик хевтеллĕ мар вĕт.
Куççуль анчах çăтап,
Пĕрмай яватăп çивĕт.
Пĕлетĕп, мăшăр мар
Сана эп, ăнланатăп.
Питех шалта тымар —
Эп уншăн кулянатăп.
Мĕн тăвăн, çылăх пур,
Тен, хӳтлĕх кирлех мар пуль.
Чулпа пеместĕп, кур,
Сыв пул, савни, ална сул!..