Уйăх çути чатăра шăтарса мар, ун витĕр çепĕççĕн сăрхăнса кĕрет. Пĕветме шут тытнă пек шурă катан пире пĕрре сенкерлетсе ярать, тепре улшăна-улшăна кĕренлетет, симĕслетет... Çывăрма выртмалли вăхăта эпĕ çак юмах пуçламăшĕшĕнех антăхса кайса кĕтетĕп.
Пирĕн шăналăка касри ачасем пурте ăмсанаççĕ. Урăх никамăн та çук вăл. Хăшĕ ăна шурă автобус тесе ят хучĕ, хăшĕ халап кӳми тет. Апла тесен те, капла тесен те çĕрлесерен эпĕ мĕнешкел туйăмсемпе тĕлĕк çĕршывне куçса кайнине никам та чухлаймасть.
— Вырăн ăшăтса хур, — терĕ асанне яланхи пекех мамăк аллипе пуçран шăлса.
Чаршав хыçĕнчен унăн пăшăлтатăвĕ мана аван илтĕнет: кĕлĕ тăвать асанне. Ăшри саспа чи таса шухăшсене кăна калаççĕ — эпĕ çакна тĕшмĕртекен пулнă ĕнтĕ. Асамлă тĕссем асамлă сăмахсемпе пĕрлешсе каясçĕ те мана вĕр çĕнĕ тĕнчене çавăтса кĕреççĕ...
— ... Пил ту, анне, умăнта пултăр. Ыррине çавăрса кил, усала çавăрса яр. Ĕмĕр пĕтми тур патăр. Çăтмахра çӳре, умăнта сĕт кӳлли пултăр..
Пĕлетĕп, ват асаннене асăнать... Килет-и, килмест-и?.. Вырăн ĕнтĕ çуллахи шурă пĕлĕт пек кăпăшка та ăшă. Çăтмах... Мĕн-ши вăл çăтмах? Сĕт кӳлли ăçта-ши?..
Тĕлĕрме пуçланăччĕ, çивитти сирĕлнипе ыйхă сĕвĕрĕлчĕ.
— Асанне, хăçан çăтмаха çитсе килĕпĕр? — персе яратăп кăнтăрлахи сасăпа. Асанне пĕр хушă ним те чĕнмерĕ.
— Çăтмаха лекесси пулĕ-и, пулмĕ-и, анчах унта пĕрре кайсан урăх таврăнаймăн вара.
— Таврăнмасса та пултаратпăр килĕшсе кайсан! — тетĕп çивĕччĕн, çав хушăрах хам каялла килсе çӳреме çул тупаясса та шанса тăратăп. — Сĕт кӳллинче кăна чăмпăлтатса пурăнăпăр... Е начар-и унта?
— Никам та каялла килсе каласа паман çав. Ват асаннӳ, йывăр тăпри çăмăл пултăр, çапла юптарса кăтартаканччĕ çăтмах çинчен, итле.
Çӳллĕ-çӳллĕ ту тăрринче, çиччĕмĕш пĕлет çинче ылтăн кермен ялтăртатса ларать. Çылахлă çын ун çине пăхса илнипех суккăрланма пултарать. Çав ылтăн керменте хăйĕн йышĕпе Аслă Турă пурăнать. Çутçанталăкăн куçа курăнан-курăнман хутлăхĕсенче мĕн пулса иртнине йăлт пĕлсе тăрать вăл. Этеме ырă ĕçĕшĕн ырăпа тавăрать, усал ĕçĕшĕн — усалпа. Йĕри-тавра сĕт кӳлли чӳхенсе выртать, ту çинчен пыл çырмисем юхаççĕ...
— Чечекĕсем хĕлĕн-çăвĕн çеçке улăштарса куçа йăмăхтараççĕ пуль, пахчинче улми-çырли йăтăнса ӳсет пуль... Чи варринче ылтăн пан улми паракан улмуççи сарăлса ларать пуль... — хушса хуратăп куç умĕнче сăнарланса пыракан ӳкерчĕксене сăмаха çавăрса.
— Çапла пуль, çапла пуль, ачам, — тет асанне. — Çăтмах пахчинче тата мĕнле пултăр? Ылтăн панулми те пурах ĕнтĕ — чăнлăх улми...
— Эх, — тетĕп тарăннăн хаш-ш! сывласа. Çăвара сĕлеке килет.
Пирĕн ялта темшĕн никам пахчинче те улмуççи çук. Колхоз садне вара кашкăр пек йытăсемпе хураллаççĕ тет — яхăнне пыраймăн.
Шăналăк çинчи йăлтăрти çăлтăр çути мĕлт! куç хĕссе илет те мана таçта-таçта, нихçан пулса курман çĕре вĕçтерсе каять...
...Эп вăраннă тĕле асанне çумра çукчĕ. Вăшт сиксе тăтăм та хăпăл-хапăл кĕпе тăхăнса ятăм. Тахăш вăхăтра кӳршĕри Сашуксен чӳречине шаккаса тăра паратăп. Унтан Ленуксем патне, Толиксем патне çитрĕмĕр: илĕм-тилĕм Улăп сăрчĕ çине каятпăр! Колхоз сачĕ çавăнта.
Пыратпăр пĕр ушкăн ача тăпраллă çулпа тĕпĕр-тĕпĕр тусан вĕçтерсе. Эпĕ вĕсене хыпăна-хыпăна çăтмах çинчен малалла каласа кăтартатăп.
Тусан тесен, çăвара кĕрет тетĕр пуль те — çук, хамăр кăна ахаль чухнехи пек тусан тесе шутлатпăр ăна. Пăхăсăн, ăрша пулса çӳлелле илĕртет! Тем пулнă паян çутçанталăка. Те туйăнать — хĕвеп тухас çĕрте, тӳпемре, Улăп сăрчĕ çинче, акăш-макăш капăр çурт йăлтăртатса лара парать! Чалт кăна пăхса илтĕм — пĕтĕм кӳлепине курса юлтăм: çурта евĕр çунса тăракан вĕçлеке тăррисене, пайăрка сапса çиçкĕнекен хашакĕсене... Йăлт хам курас тенĕ пек, чат ĕмĕтĕмри, тĕлĕкĕмри хурăм.
— Астăвăр, ан пăхăр ун çине! Суккăрланатăр ак! — çурăмпа çаврăнса тăрса кăшкăрса ятăм çавăнтах.
Усси пулмарĕ. Ман ачасем хăнк та тумарĕç, куçĕсене алтăр пысăкăш чарса хунă та йăшăлт туми Турă Керменĕ çине чалтăртаттарса пăхса тăраççĕ. Пĕтрĕмĕрех! Ĕнтĕ ман туссем тĕнче илемне урăх нихçан та кураймĕç... Çăтмах мĕнне те пĕлсе ĕлкĕреймерĕç пĕрех хут!..
Чим-ха, эпĕ куçсăрланман-çке! Апла çылăхăм çук.
— Эй, айккинелле те пăхса илĕр-ха, мĕн те пулин куратăр-и?
Тусăмсем илтесшĕн те мар. Суккăрланас вырăнне хăлхасăрланса ларман-и кусем? Апчăраса кайнă тем пысăкăш куçĕсенче тĕкĕр çинчи пек Кермен çути ялкăшса çунать.
— Атьăр çӳлелле! Эпир çăтмаха айккинчен пăхса тăма çула тухман-иç. Сет кӳллинче чăпăл туса тасалар, пыл çырминче ишсе пылакланар, ылтăн улмуçси çимĕçне астивсе вилĕмсĕрленер...
— Вилĕмсĕрленер? Ан сӳпĕлтет-ха. Ватăлсан пурте вилеççĕ: çынсем те, халăхсем те, — ман сăмахсене ним вырăнне хумасăр çивĕччĕн касса татать Сашук тути. Пĕр мăчлатми Ту тăрринелле пăхакан куçĕ пач урăх пурнăçра тейĕн. Юрĕ, мана кун пек те пырать, атя, тĕрĕс-тĕкел кăна пулччăр.
— Çук çав. Пĕр çăтмаха лексен унталла та, кунталла та çул çук вара. Ура йĕррисем çав Кермен алăкĕсем умĕнче яланлăха çĕтеççĕ. Çĕр çăтса илет вĕсене. Çăтмах — вилĕмсĕрлĕх патшалăхĕ.
— Çăтмаха çылăхсăр чунсем çеç лекееççĕ...
— Эпир мĕн... халех тăрăшма пуçласан... çылăхсăр ирттереймĕпĕр-и ĕмĕре? Кермен пире тĕрĕслерĕ те ĕнтĕ. Эпир унăн сывлăша та шăратса тăракан çутинче суккăрланмарăмăр-çке, — пăшăлтататăп хамăр хальлĕхе тап-тасишĕн хĕпĕртесе.
— Кайма кайăпăр та, çав патшалăхра мĕн пуррине лайăх сăнаса астуса юлар. Вара киле таврăнсан хамăр патра та çăтмах туса хурар, — тет пысăк çамкаллă Сашук ман асăрхаттарусене çаплах шута илмесĕр.
— Кашни кун ирхи сĕте лупашкана ярса пырăпăр та — сĕт кӳлли пулĕ. Каçхи — хамăра... — тет Ленук.
— Пыл çырми юхтăр тесен... — куçне мăч-мăч тутарать Толик. — Мĕн тума пулать-ши?..
— Кайран шухăшласа тупăпăр, — тет Сашук. Хăй хашка-хашка сăрт çине тапаçланать.
Пирĕн нимрен ытла тăраниччен пан улми çисе курас килет. Сад пахчи варрине çитейсен, ылтăн пан улмин йывăççине палласа илейсен... Ытах ăна тупаймасан та, ахальлине кинори пек шарт-шарт çыртса çисе курсан та тем пекехчĕ-ха. Асанне валли пĕр-иккĕшне кĕсьене чиксе кайма пулĕ-и...
— Çӳл Хуçана хăйне тĕл пулсан мĕн калăпăр? — тет сасартăк Ленук. Шалт аптрамалла. Пĕри те кун çинчен шутламан. Асанне Турăпа пăшăлтатса калаçнисене аса илетĕп. «Ырлăх пар, пурлăх пар, кун кунлама кун пар, çĕр çĕрлеме çĕр пар, ĕçлесе ирттермелĕх ĕмĕрне пар. Выçса килекене тăрантарса ямалăхне пар, шăнса килекене ăшăтса ямалăхне пар»... Анчах мана хальлĕхе ним те кирлĕ мар. Пан улмисĕр пуçне, паллах. «Эй, Турă! Манăн ĕмĕрте пĕрре тăраниччен панулми çисе курасчĕ», — тесе калас пуль Турра.
Толик те куçне мăч-мăч тутарса ăшĕнче шухăшĕсене пуçтарать, Сашук та сăмахĕсене хатĕрлесе хучĕ пулас.
Улăп сăрчĕ çине тем пысăкăш хĕвел пĕтĕм кӳлепипе майлашăнса выртрĕ хайхи! Эпир те ку енчен пĕчĕккĕн улăхса пыратпăр. Пăхма çеç çывăх пек вăл — Улăп сăрчĕ. Хăпарса çитиччен çамка çине шăкăрин тар шăрçаланса тухать иккен. «Хĕлле килмелле кунта, — тетĕп хам тĕллĕн. — Йĕлтĕрпе е çунашкапа пĕррех ярăнса анса каятăн та сăрт тăрринчен — тӳрех хамăрăн уçнă хапха алăкĕнчен картишне вĕçсе кĕрсе тăма пулать».
Ак улмуççисем курăнса кайрĕç. Тураттисем çинче çулçă палăрми хĕрлĕ питлĕ улма! Е уйăп сăрса илнĕ-ши çапла? Çулла мĕн уйăпĕ пултăр пирĕн таврара! Панулмиех ĕнтĕ, иккĕленсен-иккĕленмесен те çавах.
Çитрĕмĕр пĕрремĕш улмуççи патне. Çӳл Хуçа çук. Тăратпĕр йĕнчесе. Татмалла-и, татмалла мар-и? Ĕнертенпе хырăма пĕр хĕлхем яман та, лăнкăрт çăтрăмăр сĕлекене пурте пĕр харăс.
Толик чăрсăртарах пулчĕ. Сăмахсăр-мĕнсĕр пычĕ те татса илчĕ пĕр улмине. Шарт! çыртрĕ. Чалт! сирпĕнчĕ сĕткенĕ. Пирĕн карланкă каллех лăнкăрт! турĕ. Тем пулчĕ чипер кавлесе тăракан Толике — куçне çатăр хупса тути-çăварне ейсе пăрахрĕ. Сехре хăпса тухрĕ.
— Й-йӳ-çĕ-ĕ-ĕ! Мейĕр, çыртса пăхăр!
Турат çинчен тепре татса сăтăр тăвас темерĕмĕр, черетпе пурте астивсе тутине пĕлтĕмĕр — чăнах та çăварта тытма çук йӳçĕ. Танкăлтатрăмăр чĕмсĕррĕн çĕлен евĕр авкаланса выртакан сукмакпа çӳлелле. Çаплах кашни хăй ĕмĕчĕпе супать. Çыртăка ывăтса хăвармарăм-ха, кайран пылакланмĕ-и тесе, кĕсьене чиксе хутăм. Тутлăланмасан путеке парăп — тиркемĕ.
Кермен йăлтăртатăвĕ куçран çухалчĕ. Вăхăтлăха анчах-тăр-ха. Илĕртес йĕрки çапла-тăр. Ăçтарах-ши сĕт кӳлли? Пыл çырмисем юхни те илтĕнмест. Пыл шыв мар çав ĕнтĕ — шарлаттарса юхмĕ, мăраннăн, çăралса, тăсăлса юхать пуль. Йăпăлкка пĕвĕ çинче шевле ташлать пуль. Техĕмлĕ шăрши таврана ăмсантарса тăрать пуль. Çыранĕ ик енĕпе йывăç-курăк сĕтек пухса ешерет пуль. Ун йышши ӳсентăрана эпир тĕлĕкре те тĕлленмен пуль...
Кӳллинче мĕнле сĕт-ши? Вĕретни ан пултăрах — çăвар тутине те сая ямăп, тутлă мар. Тин суни пек пăчăр-пăчăр кăпăкланса тăрсан калаçмалли те çук — ĕçме çеç мар, чăпăл тума та хапăл пулăп. Эй, тĕнче ырлăхĕ! Мĕнле кăна шухăшласа кăларнă-ши сана Турă?!
Ылтăн çимĕçлĕ улмуççине епле палласа илмелле-ши? Сап-сарă чăмăрсем таçтанах илĕртсе тăмалла пек. Ăшĕнчи хăмăр вăррисем витĕр курăнаççĕ пуль ĕнтĕ унăн. Çыртса илнĕ-илмен çăварта ирĕлсе каять пуль улми. Тути... нихçан астивсе курман шерпет пек пуль. Çăтса ярсан ӳт-пĕве темĕнле вĕçтерекен çăмăллăх кĕрсе каять пуль. Вара ик çĕр çул, пилĕк çĕр çул, пин çул пурăнсан та пит-куç çурхи çĕр улми евĕр лӳчĕркенмест пуль... Сас кивелмест пуль... Ĕмĕрхи юрăсем те ялан вĕр çĕнĕ пек янăрĕç-тĕр...
— Кам ачисем сăмсине юхтарса çӳреççĕ кунта!
Шартах сикрĕмĕр. Сăмахсем кĕмсĕртетнĕ еннелле пăхатпăр — никам та çук. Çӳл Хуçа! Вăл тӳрех куçа курăнмасть ахăр. Сехре хăпса тухнипе Кермен хуçинчен мĕн ыйтмаллине те манса кайрăм. Туссем те пăлханнипе сиксе чĕтреççĕ. Турă çаплах хăратать тесе кам шутланă! Ни çӳлелле улăхма, ни аялалла анма... Тăнă çĕртех лак лартăмăр çĕре.
Толике тем пулчĕ — ниçта кайса кĕреймест. Шăл шурри те кăтартмарĕ, куян пек йăпăшт сикрĕ тĕм хыçне. Мĕскĕн, чылай тертленчĕ вăл унта. Унччен те пулмарĕ, леш сасă каллех уяр çанталăкри аслати хурăм кĕмсĕртетсе кайрĕ.
— Эс мĕн, çăтмах садне масаран кăларса хăварас терĕн-и? Çисе тултарнă кулĕниччен колхоз пурлăхне! Пăх-ха эс ăна, хăйне кура мар мĕн пысăкăш кермен лартса хунă, мăкăль!
Нимскер ăнланмасăр кăн-кан пăхатпăр. Керменĕ те, нимĕ те çук. Паçăрхи те, инçетрен ялкăшса курăнни, куç ултавĕ çеç пулчĕ-тĕр çав.
Ăс-пуç тăруках тăп-тăрă тăрăлса ларчĕ: тĕм хыçĕнчен Толике хăлхинчен йăтса илнĕ... Тимĕркке тете туха парать! Çухăрмасть те мăнтарăн ачи — те хăранипе сасси тухмасть? Яшт! сиксе тăтăмăр. Куç умĕнчи тĕссем тӳрех улшăнса яланхи евĕр пулса тăчĕç. Нимле çăтмах та çук вĕт кунта! Çӳл Хуçа та çук! Е Çӳл Хуçа Тимĕркке тете-ши вара? Çук пуль... Тимĕркке тете вăл, хам пĕлетĕп, пирĕн ял çынни те, пирĕн ял çынни те мар. Ача чухнех вăл мишер урапи çинчен ӳксе юлнă пулать — ваттисем çапла калаçкалатчĕç.
Эппин ылтăн панулми те нихçан та ӳсмен-ши пирĕн колхоз садĕнче? Чи начарри — камран ыйтас халь пан улми пирки? Ылтăнни мар ĕнтĕ, ахальли те тем пекчĕ... Турă мар пулсан та, Тимĕркке тете этем-çке — ăнланĕ.
— Ырă кун пултăр, Тимĕркке тете. Эпир панулми тутанса курас тесе инçе çула çывăхлатса килтĕмĕр те... — персе ятăм хама хам чарса ĕлкĕриччен. Унсăрăн пĕтĕм ĕмĕт пĕви туххăмрах татăлса кайнă пулĕччĕ.
— Çапла-и-ха эсир, харам пырсем. Кĕсйĕрсене тавăрăр-ха, — терĕ хучĕ Тимĕркке тете йĕкĕлтешсе. Юлашки шанчăк тумламĕ татăлах ӳкрĕ хăйĕн турачĕ çинчен...
Чăтса ирттермелли те çак йĕрĕнчĕк сăмахсем кăна юлчĕç пуль тенĕччĕ те, кĕсьесем пушăран сапăр туйса, тутана тăп тытас та тӳсес тенĕччĕ — çук иккен-ха.
— Вăс-с! — тесе ячĕ вăл кĕтмен-туман çĕртен. Пăхăсăн — тӳпе леш енчен пăру пысăкăш вĕшлесем сиксе тухрĕç те кунталла вĕçсе анаççĕ! Вăрăм пĕçĕллĕ типшĕм йышши сунар йыттисем! Ял анчăкĕсем сăнлă та мар пĕрех хут. Тимĕрленнĕ урасене вăйпа улăштаркаласа яра патăмăр аялалла! Хытăрах чупас тенĕ çĕртен урасем чăлханса пыраççĕ. «Лĕх-лĕх-лĕх...» хăлхаран тухмасть Тимĕркке тетен йĕлпĕрĕвĕ. Ак хайхи, Сашук ывтăнса кайрĕ те ӳппĕн-теппĕн, чикĕл-мекĕл пĕтĕрĕнсе анма пуçларĕ. Ленук хăрах пушмакне ӳкерсе хăварнă та кăшкăрса йĕрет. Сăнран улшăнса кайнă Толик пуринчен те малта вирхĕнсе пырать. Хăваласа çитмеççĕ-ши тесе пуçа хыçалалла пăртăм кăна — кап çыртса илчĕ пĕр тăсланки чĕркуççи айĕнчен. Çатăр-р ыратса кайрĕ ура. Пĕтрĕм! Кама йытă туласа курнă — вăл мана ăнланать. Хутланса выртрăм çĕре. «Вилетĕп пуль», — мĕкĕлтетет пуçăмра шухăш. Урнă йыт çыртни пит хăрушă тенине илтнĕ эпĕ. Ку лапсăркка та урнă пуль, унсăрăн мĕн-ма хăвалас çаплах пĕр айăпсăр ачапчана?
Вилме хатĕрленсе куçа хупрăм, алăсене кăкăр çине майлаштарса хутăм. Çăтмаха лекесчĕ! Кайран, вăхăт çитсен, Сашукпа Ленука, Толике чĕнсе илесчĕ. Тăраниччен панулми çийĕпĕр вара!
Йăшăлт хускалми выртатăп пулин те вилместĕп те вилместĕп. Ак çумрах йытă пашкани илтĕнсе кайрĕ — хам çĕнĕрен сывлама тытăннине илтрĕм пулинех. Хайхи-майхи вут пек вĕлкĕшсе тăракан чĕлхипе йăпăшт çулласа илчĕ мана питренех. Намăссăр.
— Ан хăра, çыртмасть вăл, — лĕхлетет таçта çӳлте Тимĕркке тетен хĕпĕрчĕк сасси.
Ни выртма кăмăл çук тинех, ни тăма. Ыратнине текех тӳсес килменнипе йĕрсе яма та кая юлнă. Чавсаланса çĕклентĕм çапах та. Тăтăм. Çатăртатса ыратакан суран урана уттарасшăн мар. Хутлатса лартрĕ. Шăла çыртрăм та чăтрăм: çак усал этем хурри пулас-и? Лĕкĕштетрĕм анаталла...
Эпĕ урана ют япала пек сĕтĕркелесе кил умне çитнĕ çĕре туссем мана кĕтсе пирĕн умри сак çинче ларатчĕç. Чăм шыва ӳкнĕ хăйсем, аран сывлăш çавăраççĕ, сăнĕ-пичĕ улшăнса кайнă. Эпĕ те шăла çыртса чăмăш тăратăп.
— Ӳссен эпĕ сад хуралçи пулап, — персе ярать кăштахран Толик. — Унран пысăк çын тĕнчипе те урăх çук.
— Унран пĕчĕк çын çук, — тет Сашук кулман сăнпа.
Лартăмăр, лартăмăр... Ленук ман ура хырăмĕ тăрăх юхса аннă юна курах кайрĕ.
— Ай, — çухăрса ячĕ вăл пурне те тăна кĕртсе. — Сана усал йытă çыртса илнĕ вĕт!
Тутăрне салтрĕ те сурана шатăрт кăна çыхса хучĕ.
Сасартăк асра-тĕсре çук çĕрте таçтан-муртан çавра çил çавăрттарса килчĕ. Пĕр унка хупса пĕтĕрет анчах çӳп-çапа. Эпир тӳрех «ури-ури-ури!» теме пуçларăмăр: ырă тăвăлах мар-тăр ку — ăçтан килнĕ, çавăнтах кайтăр!
— Ури-ури-ури! — усси çуккине кура тата хытăрах кăшкăрма тытăнатпăр эпир.
Тимĕркке тете вĕшлисемпе пĕрле урмăш çиллине те пирĕн хыçран вĕслетсе ячĕ тейĕн, тăвăл пушшех кăраланса кайрĕ. Йывăçсене тыта-тыта силлерĕ, мĕн тымарсăррине урам тăрăх хăваласа кустарма тапратрĕ. Чăв-вăш! турĕ кӳршĕри Сашуксен пӳрт çи витти — йăлтăркка шăккалат хучĕ пек вĕçрĕ те кайрĕ! Эпир, анраса ĕнтĕркенĕскерсем, сывлама та шикленетпĕр — хамăра йăтса илсе Тарăн вар тĕпне кайса перĕ-и-ха... Шарт! хуçăлчĕ хайхи умри ватă йăмра. Манăн туссем çакна çеç кĕтсе ларнă тейĕн — пăрçа сапнă пек килĕсене тапса сикрĕç. Ларап хускалмасăр. Пӳрте кĕрес — тата хăрушăрах, никам та çук унта. Йăлтăр-ялтăр! çиçрĕ çиçĕм. Пайăрка-çĕççипе пĕлĕте чарр! çурса антарчĕ. Тӳпе каштине тăр-тăр! кисрентерсе аслати кĕмсĕртетме пуçларĕ, таçта аçа çапрĕ, витререн тăкнă пек шалкăм çумăр ишсе антарчĕ. «Эй, Турă... — хам сисмесĕрех килеççĕ пуçа кĕлĕ самахĕсем. — Ăнсăртран çылăха кĕтĕм пулсан каçар мана. Айăпсăр пулсан хăв хӳттӳне ил. Эпĕ янтă ырлăха хапсăнса харам пырланмарăм, пĕр-ик панулми анчах астивсе пăхасшăнччĕ...» Ара Çӳлти Хăват хутшăнмасăр пулĕ-и çак кĕтмен ахăр самана!
Чĕлхе çине килнĕ сăмахсене те каласа ĕлкĕртĕм, те ĕлкĕреймерĕм те — тĕлĕннипе çăвара карса пăрахрăм: Улăп сăрчĕ çинчен пирĕн пӳрте тĕллесе çурхи шыв пек хăватлă юхăм шарласа анать! Мĕнпе тытса чарайăн ăна халь?! Явăнса, мăйракаланса, хăйма пек шуралса та кассăн-кассăн юн пек хĕрелсе çывхарать çĕнĕ çырма! Сĕт кӳлли татăлса кайман-ши пĕве евĕр? Тем курса ларасси пур — мĕнле кун пулчĕ паян! Унччен те пулмарĕ — пирвайхи хум сулăмĕпех лаш! килсе тăкăнчĕ ума пĕр купа... пан улми. Те ĕненес, те ĕненес те мар... Ту евĕр, усет те ӳсет куç умĕнчех. Тĕлĕк тĕлленместĕп-ши? Хĕрли, симĕсси, сарри... — эй, мыскара! Чарăнма пĕлет-и ку? Хапха алăкне шал енчен туртса уçакан тупăнсан пĕр картиш ишĕлсе саланмалла çак купа. Юхăмĕ ăçта кайса кĕчĕ тата? Тамаша! Урăх çул туса пăрăнчĕ те Тарăн варалла тапса сикрĕ...
Хама хам та туймасăр ура çине тăтăм. Мĕншĕн уксахланине те манса купа умне пырса тăтăм. Пăх та — умрах юри мана курăнас тесе тем шултăрăш ылтăн панулми вырта парать! Шар витĕр курăнать хăй, варринчи хăмăр вăррисем чăтмалла мар илĕртӳллĕ. Ылтĕн чăмăр куçран çĕтесрен сехĕрленнĕ пек, асăрханса тăсрăм алла ун енне. Сĕртĕнтĕм. Мĕн таран ытарайми илемлĕ, хитре, ĕлккен, хӳхĕм, селĕм, шеп, чипер, чечен, паха панулми! Çиес килни таçта кайса кĕчĕ. Ылтăн кучченеçе кăкăр çумне чăмăртарăм та туссене кăтартма чупрăм.
— Сашук! Ленукпа Толик ăçта? Килĕр кунта! Вилĕмсĕрлĕх улми тупрăм!
Чĕнекен-тăвакан пулмарĕ. Сашуксен пахчинчи хăйĕн йăвинчен Кампур сиксе тухрĕ те тăр-рр! силленсе типĕнчĕ, хăйĕн пӳрчĕ еннелле çаврăна-çаврăна «лĕм-лем» вĕркелем пекки турĕ. Ку Тимĕркке тетен усалĕ мар ĕнтĕ, хуçисем пекех тӳлекскер. Унччен те пулмарĕ, йытă йăвинчен Ленук мăкăльт пуçне кăларчĕ.
— Вилĕмсĕрлĕх улми?
Тухрĕ упаленсе. Пĕрре пирĕн умри панулми купи çине, тепре ман алăри ылтăн чăмăр çине теле-е-ейлĕн пăхса тăрать — тĕлĕнтермĕшрен те тĕлĕнмест, кун пекки ун пурнăçĕнче кашни кун пулать тейĕн. Хăй ман улмана аллипе тĕкĕнме именсе куçĕпе ачашласа çаврăнчĕ.
— Ваçкă, паян чи хитре ĕмĕтсем тулмалли кун иккен. Хăвăн халап кӳмине кĕртсе кăтарт-ха мана?..
— Чатăра çывăрма кăна кĕреççĕ... Çитĕнер-ха, тӳрех сана чĕнме пырăп. Эсĕ ĕмĕтленме анчах манса ан кай...