Эп — Чăваш,
Пытармастăп ютран.
Эп — Чăваш, —
Вăтанмастăп унран.
Йăваш? Çук!
Мăнкăмăллăх пур ман.
Мĕскĕн? Çук!
Хальччен намăс курман.
Тивĕçлĕх?
Ют çынран кая мар.
Çепĕçлĕх?
Шăнчăкпа юнашар.
Çав-çавах
Мĕскĕн, теççĕ, пире.
Тур çырлах!
Çӳхе, теççĕ, пире.
Кам кăна
Шăл йĕрмешкĕн пăхман?
Ăс-тăна
Çĕлен евĕр сăхман?
Ют çынран
Чăваш пач катăк мар,
Тен, ăсран
Тарăнрах та тымар.
Кам ĕçчен?
Вăл — чăваш этемми,
Ĕç тесен —
Ăна йăлт шăл çемми.
Юрăсем
Пирĕн питĕ нумай.
Ташăсем
Çаптаратпăр ай-хай!
Эрешсем
Илĕртеççĕ куçа.
Яш-хĕрсем
Ытараймăн курса.
Мĕн çитмест
Пурнăçа ăнланма?
Мĕн çитмест
Чăваша çынланма?
Мĕскĕнлĕх?
Хамăртан вăл килет.
Тĕттĕмлĕх?
Тăрăшсан вăл вилет.
Кар тăрса
Пĕр йыша хутшăнсан,
Ăнтăлса
Пĕр-пĕрне ал парсан,
Чăваш пур,
Çĕр çинче пурăнатъ.
Унăн, кур,
Ĕçĕ-хĕлĕ ăнать.
Эп — Чăваш, —
Пытармастăп ютран,
Эп — Чăваш,
Вăтанмастăп унран,
Эп — Чăваш!..