Вĕсем Шупашкартан анатарах, Атăлăн сулахай çыранĕнчи хырлăхра вырнаçнă «Чăваш Ен» профилакторире паллашрĕç. Сетнер Петрович сывлăхне çирĕплетме килнĕччĕ кунта. Венера та. Сетнер Петрович Шупашкартанах. Венера вара Саранскран, Мордва Республикинчен. Сетнер Петрович Çĕнĕ çул умĕн хăй аллă тултарнине палăртма шутлать. Венера вара вăтăр пиллĕксене ярса пуснă хĕрарăм. Иккĕшĕ те тункаталансах ларман-ха — манăçиччен шăпах пал! хыпса илмелли вăхăт темелле. Кĕрхи кунсем. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕ. Сетнер Петрович кăмпана çӳреме юратать. Профилакторие вырнаçсанах вăл хырлăха тухса утрĕ. Кăçал вăрман уплюнккан иккĕмĕш ăстрăмне парнелемерĕ. Пĕрремĕш те кая юлса тухнăччĕ те иккĕмĕш ăстрăмĕ вăранма та ĕлкĕреймерĕ иккен. Хăй пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнакан çырмапа юнашар вырнаçнă хутăш вăрмана та каçса пăхнăччĕ вăл — вăрман шăп, така кăмпи вăхăчĕ те иртнĕ пулмалла — нимĕнли те курăнмасть.
Кĕрхи вăрманта уçă, сивĕнсе пыракан юханшыва чăмса кĕрсе каяс чухнехи туйăмлă, çӳçентерсен те çапах йыхăрать. Хырлăхра тĕл пулчĕ Сетнер Петрович Венерăна. Мĕнле те пулин кăмпа тĕлне пулмăп-и текелесе çул хĕрринчен инçерехех хăпарнăччĕ вăрманпа Сетнер Петрович. Пăхать: тепĕр çын мĕкĕлтетет хырлăхра. Çывăха пычĕ Сетнер Петрович. Хăратас мар тесе йыхăрса чĕнчĕ:
— Юлташ, килсе пăхăр-ха, çак кăмпа ятне пĕлместĕр-и?
Спорт тумĕ тăхăннă хĕрарăм тӳрех ун патне пычĕ:
— Хăвăр палламастăр-и вара тупнă кăмпăра?
— Паллатăп та, эсир те паллатăр-ши терĕм, — чеен кулса сăнарĕ тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăма. — Ку вăхăтра кăмпана паттăррисем кăна çӳреççĕ пулмалла...
— Турăçăм! — тĕлĕнчĕ çамрăк хĕрарăм. — Çыр кăрăçĕ. Мĕнле тупма пĕлтĕр?.. Ак кунта, юнашарах тата!.. Карти-картипе! Çын та çӳремен-ши вара кунта?!.
— Эпир çитсе тухасса кĕтсе ларнă пулĕ ĕнтĕ вĕсем, — хĕрарăм кăмпа курса савăннине ытарайми сăнарĕ Сетнер Петрович. — Кунта шаритлемелĕх те, пĕçерсе çимелĕх те çитет.
— Мĕншĕн пĕçерсе аппаланмалла? Тытăпăр та тăварлăпăр. Темиçе кунран çийĕпĕр вара, — чĕвĕлтетрĕ Венера. — Килĕшрĕмĕр-и, юрать-иç... Эпĕ тăварланă кăмпа юрататăп.
Вăрмана каç сĕмĕ аничченех çӳрерĕç вĕсем кăмпара. Унтан, каçхи апат умĕн, профилакторие каялла çитсе Сетнер Петрович патне кĕрсе кăмпине тăварларĕç. Холодильнике лартрĕç.
— Сахалтарах та ĕнтĕ, — кулянчĕ Сетнер Петрович. — Мĕн пуррипе... Юлашки хыр кăрăçĕсем... Шăнтичченех тухаççĕ вĕсем...
— Эпĕ вуласа пĕлнĕччĕ: питĕ паха кăмпасем иккен вĕсем, — уçă кăмăлпа калаçрĕ хĕрарăм. — Шурă кăмпаран та пахарах-мĕн. Кашни çулах тухмасть те пулмалла вăл... Эсир паян килсе çитрĕр-и?
— Смена пуçланнă тĕле ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ Сетнер Петрович. — Эпĕ кунтанах, Шупашкартанах. Юханшыв урлă кăна ларса каçмалла.
— Эпĕ аякран. Ĕнерех килсе вырнаçрăм. Саранскран. Тăварне те хăвăрпа пĕрлех илсе çӳретĕр-ха эсир, — хăй ăçтан иккенне пĕлтернĕ май асăрханине те каламасăр хăвармарĕ хĕрарăм. — Вăрман сывлăшĕсĕр пурăнаймастăп.
Профилакторири апат сĕтелĕ хушшине те пĕрлех лекрĕç вĕсем. Çавăнпа ирхи апат вăхăтĕнче те, кăнтăрлахинче те, явкайра та, каçхи апатра та яланах пĕрле пулчĕç. Сипленме çырса панă процедурăсене пĕрлех çӳрерĕç. Йĕппи хыççăн çиппи евĕр йĕркеленсе пычĕ Сетнер Петровичпа Венера ирĕ-каçĕ профилакторире.
Смена пуçланни тăваттăмĕш талăка кайсан Сетнер Петрович Венерăна хăй пӳлĕмне тăварланă кăмпана астивсе пăхма чĕнчĕ.
Йыхăравĕ ку каçхи апата анса килнĕ хыççăн пулчĕ-ха. Умĕн вĕсем каçсерен йăлана кĕме тытăннă хăнăхупа профилакггори тавраш-ĕнчи сукмаксемпе канлĕхленсе çӳрерĕç. Профилактори алăкĕнчен кĕрсе лифтпа хăпарса каяс тенĕ чухне вĕсем пĕр янкăс сасă тĕлне такăнчĕç:
— Сетнер Петрович, эсир те кунта канатăр-и, атьăр пирĕн ушкăна? — Сетнер Петровича хулĕнчен çавăтрĕ пĕр йăрă каччă. — Эпир кунта тăваттăмĕш хутра тĕпленнĕ...
Сетнер Петрович хăнаран сирĕлесшĕн пулчĕ, сăлтавне тивĕçлине тупрĕ:
— Эпĕ кунта пĕччен мар-ха...
— Тата лайăх, — саççимех Сетнер Петровича çыпçăнчĕ йăрă каччă. — Дамăна та чĕнетпĕр. Хаваслăрах та пулĕ. Атьăр, атьăр...
Лифт тăваттăмĕш хута чарăнсан Сетнер Петровичпа Венерăна вăйпа тенĕ пекех илсе кĕрсе кайрĕ хăй ушкăнĕ пуçтарăннă пӳлĕме.
— Паян эпир Çеçпĕл Мишшин черетлĕ çуралнă кунне палăртма пуçтарăнтăмăр. Хамăр ушкăнпа, — терĕ пĕрле илсе килнĕ хăнасене пухăннисемпе паллаштарса тухнă хыççăн черкке çĕклесе. — Унăн мухтавлă ятне асăнмасан юрамасть. Чăваш кун-çулĕ пекех тертлĕ ун кун-çулĕ. Çеçпĕл Мишши пирĕншĕн, çамрăк чăвашсемшĕн, пурте — çĕнĕ кунĕ те, пуласлăхĕ те. Сетнер Петрович, эсир хăвăра мĕншĕн хистеттеретĕр, хăнăра та хăналăр...
Чылай сăмах пулчĕ ăнсăртран лекнĕ ушкăнра, кирли те, итлесех килменни те. Çамрăксем чăвашла кăна калаçнăран Сеткер Петроемч куçарса пынине кăна итлесе ларчĕ Венера, кусем тост каланă май черккисене ас тивсе кăна паркаласа пычĕ. Çурçĕр тĕлнелле çеç хăпкаласа тухрĕç Сетнер Петровичпа Венера çав ушкăнран.
— Пулмарĕ иккен кĕçĕр хамăр татнă хыр кăрăçне астивсе пăхасси, — кулянчĕ Сетнер Петрович. — Ыран та кун пур-ха...
Лифтпа хăйсен хутне хăпарсан тĕлĕнтерсех пăрахрĕ арçынна Венера.
— Мĕншĕн паян астивсе пăхмалли çимĕçе ырана хăвармалла? — терĕ вăл çепĕç-çепĕç куллипе Сетнер Петровича тухатланă евĕр. — Манăн тăварланă хыр кăрăçне питĕ тутанса пăхас килет...
— Чĕнетĕп çав, — терĕ Сетнер Петрович Венерăн çавра питне ăшшăн-ăшшăн тимлесе, туйăмĕнче хĕре ăшшăн-ăшшăн чуп туса. — Телейлĕ çын пулĕ эпĕ, Венера?
— Мĕншĕн?
— Эпĕ нихăçан та кунашкал туйăмпа кĕтсе курман, — терĕ Сетнер Петрович хыр кăрăçĕ вырнаçнă сĕтел хушшине майлашăнса ларнă май. — Пурнăç пĕрре те ӳпкелемелле япала мар иккен.
— Ӳпкелемелле сăлтавăр пур-и мĕн? — çепĕççĕн ыйтрĕ Венера.
Сетнер Петрович хăй ӳпкевне пĕр пытармасăр пĕлтерчĕ:
— Пулнă та сӳннĕ. Паянтан сӳннĕ. Сана курнăранпа çав ӳпкев пач сӳнчĕ манра. Пач çĕтрĕ...
Венера ку ыйтăва вĕтетмесĕр тепĕр ыйтупа сĕмленчĕ:
— Эсир хăвăрăн паллă çыннăрсене çакнашкал сахалăн пуçтарăнса кăна паллă тăватăр-им?
— Тĕрлĕрен, — терĕ Сетнер Петрович. — Чăваш интеллигенцийĕ сапаланчăк халăх. Кашни хăй патша пулса пурăнасшăн пулмалла. Ман шутпа, ăна пĕр япала çитмест: ыйхăран вăранманни.
— Мĕн тени пулать вара вăл? — шăнкăр-шăнкăр сассипе ыйтрĕ Венера. — Пирĕн ирçе-мăкшă çыннисем те çапла тĕлсĕрленсе пурăнаççĕ-ши?
— Венера, хăвах ку тамашана тĕрĕс ăнланнă эсĕ, — шухăшлăн каларĕ çакна Сетнер Петрович. — Хамăр тем тăвас пек кашни-пĕр ушкăн пурăнатпăр лăпăртатса. Ку вăл пур-çук вăя сапалани кăна. Раççейре пурăнакан кашни-пĕр халăх ăслă та вăйлă пулсан Раççейне хăйнех лайăх та шанчăклă вĕт-ха?.. Тен, эпĕ тĕрĕс мар шухăшлатăп?.. Пĕр-пĕрне кăшласа пурăнни, тен, такама усăллă?..
— Апла пулас çук, — килĕшмерĕ Сетнер Петрович ыйтăвĕпе Венера. — Кал-кала нимĕн те çитмест... Каварлашса пурăнни кăна маншăн ют... Леш, хăйсен ушкăнне пире çавăтса тенĕ пек илсе кĕрекенни, йăрă вара чăнах та. Шывра та путман, вутра та çунман ача пек...
— Темшĕн ĕшеннĕ тĕслĕ куçлă эсĕ, Венера? — аллисене Венерăн хул пуççийĕ çине хучĕ те Сетнер Петрович хĕрарăмăн ешĕл тунсăх сапалакан куçĕсенчен тинкерчĕ. — Чуптăвам-и сана, Венера, тутунтан?
Венера сасăпа каласа чăрманмарĕ, Сетнер Петровича хăй ыталаса тытрĕ те ун çумне ачашшăн тĕршĕнсе тутинчен чуптурĕ. Унтан пăшăлтатрĕ:
— Сăмаха мĕн пине çитерер, сӳнтерсем çуттуна...
Ах, хыр кăрăçĕ, хыр кăрăçĕ, астивсе пăхмасăрах туту техĕмлĕ иккен санăн!
Сетнер Петрович Венера питне тута туман вырăн та хăвармарĕ пулĕ, юлашкинчен, ăса кĕнĕ пек пулсан, Венерăна йăтса илчĕ те вырăнĕ çине кайса хучĕ. Пăшăлтатнăçемĕн салтăнтарчĕ тата:
— Венера, Венера, Венера, кăрăçăм манăн... Ăнсăртран татăлса аннă телейĕм...
Венера Сетнер Петрович хăтланăвĕсене пĕртте хирĕçлемерĕ, кăмăлĕ тулнăн шăппăн савăнса кулчĕ кăна, темрен шикленнĕн сехĕрленсе пăшăлтатрĕ:
— Сетнерĕм! Мĕнле илемлĕ ят... Сетнер... Ăшă сан яту... Сана шыранă çак таранччен...
— Эсĕ темрен шикленетĕн пулас? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Сетнер Петрович. — Мĕн шиклентерет сана?
— Эсĕ çухаласран шикленетĕп...
— Эсĕ мана тăватă кун кăна пĕлетĕн вĕт-ха?
— Тăватă кун та — тăватă çулталăк пекех. Кĕтнĕ çын сăнарĕ пурнăç тăршшĕпех пурăнать ĕнтĕ вăл... Сетнерĕм... Яту та хитре санăн... Ху пекех...
— Кĕçтенттин тете тăрăшнă... "Нарспи" авторĕ. Эпĕ сана ун юратăвĕ пирки каласа панăччĕ, — Венерăн çарăк пек чăп-чăмăр кăкăрне саврĕ Сетнер Петрович. — Мĕн тери хитре этем тени... Тĕлĕнтермĕш... Ĕненес те килмест...
— Çирĕпрех юрат мана, Сетнер. Манăн пĕртен-пĕрре сан ăшшупа кăна пурăнас килĕт... Мана эсĕ хамах çутта сӳнтерме ыйтнăшăн начар ăслă хĕрарăм теместĕн-и? — Сетнер Петровича ачашлама, чуптума пăрахмарĕ Венера. — Пăсăклă хĕрарăм мар эпĕ...
Сетнер Петрович Венерăн кăпăш тутине тепĕр хут хăйĕн тутипе хупларĕ:
— Нимĕн те ан калаç...
Унтан каллех ун кăкăрĕсене сĕртĕни-сĕртĕнми чуп турĕ, унтан чуптăва-чуптăва кăвапи патне анса пычĕ, вара хĕрарăмăн пытанса пурăнакан чи илемлĕ вырăнĕ патне асăрханса çитрĕ.
— Ой, вăтанатăп, — пăшăлтатрĕ Венера. — Кирлĕ мар... Эпĕ намăсланатăп...
— Тур панинчен мĕншĕн намăсланмалла? Çакă çутă тĕнчере эсĕ пур та эпĕ пур. Тата пирĕн юрату...
Венера телейлĕн сас пачĕ:
— Суккăр юрату... Кирлĕ марччĕ пулĕ манăн тӳрех туйăма уççăн палăртма...
— Эпир пĕр-пĕрне тĕл пулмасса та пултарнă, — шăппăн сăрхăнчĕ арçын калаçăвĕ. — Этем этеме шыраса тупатех иккен... Куçлă пирĕн юрату, Венера... Куçлă...
— Ой, сан ытамунтан пĕртте хăпассăм килмест, Сетнер Петровича хăлхинчен пăшăлтатрĕ Венера. — Май пулсан ирĕлĕттĕм те кайăттăм...
Сетнер Петрович та ытлăхра:
— Ирĕл, Венера, ирĕл...
...Сетнер Петровичпа Венера юрату ăшшипе ирĕлсе ĕшеннĕ хыççăн тăрса утиял айне кĕрсе выртрĕç.
— Капла ăшăрах, — пулчĕ Сетнер Петрович сăмахĕ. — Кантăкран сивĕ туртать, шăнтать пулас...
Венера куллипе ăшăнчĕ:
— Кантăкран кĕрекен сивĕ — пурнăç сивви мар-ха. Ирччен тӳсме пулĕччĕ...
— Кашни этеме хăйне ăнланни кирлĕ, — сăмахларĕ Сетнер Петрович Венера енне чавсаланса. — Нина, унчченхи мăшăрăм, тепĕр арçынпа тухса кайсан мана тĕнче ишĕлсе аннă пекех туйăнса кайнăччĕ... Вăл ман ĕçе ĕç вырăнне те хумастчĕ...
— Сетнер Петрович, калаç, — шĕнкĕлтетрĕ Венера. — Çывăрса каятăп ак, сан хӳттӳнтех...
— Эпĕ коммуналлă çурт-йĕр системинче тăрмашаттăм, водопроводчикре, — хăй ăçта ĕçленине каласа парамах терĕ Сетнер Петрович. — Халĕ пуçлăх пуканне çитиех ӳссе çитрĕм... Чун сиснĕ пекех — кунта канма тухса ыткăнтăм... Кĕркунне канма килĕштеретĕп эпĕ... Юр ӳксен — йĕлтĕрпе ярăнма...
— Урăх нимпе те ярăнма килĕштерместĕн-и? — юратса ĕшеннĕ арçынна тĕртсе илчĕ Венера. — Эсĕ манăн ĕнтĕ, яланлăхах. Çынни пултăр, ĕçĕ вăл пур ĕç те тулăклă... Эпĕ çĕвĕçре ĕçлетĕп. Пĕр комбинатра. Путевка пачĕç те... Сан тĕлнех иккен... Эпĕ çулла тинĕс хĕррине канма каясшăнччĕ...
— Укçа пуçтарăпăр та çулла хамăр шутпа тепре канма кайăпăр, — терĕ Сетнер Петрович. — Савнийӳ кам пулнă вара сан?..
— Упăшка пулнă вăл ман... Ăнман упăшка, — ӳкĕнмесĕр аса илчĕ Венера. — Вăл хăй шăпине ăмсанчĕ пулĕ. Мана ӳлĕмре ав хам шăпа кĕтсе тăнă-мĕн... Ачам-пăчам пӳрмерĕ... Çавăншăн ӳпкелетчĕ вăл мана пит... Эпĕ кану çурчĕсенчи пылчăксенче чылай йăвалантăм... Халь ак... кунта... йăваланатăп-ха... Эс тӳрре-мĕнех ан ăнлан, Сетнерĕм...
— Йăваласан-йăваласан ача та йăваласа кăларакан-ха, — кулчĕ Сетнер Петрович. — Юмахра...
Венера та илĕртсе кулчĕ:
— Мĕншĕн юмахра кăна?.. Юмахĕ хамăр... Сетнер... Чуптăва-чуптăва çăвар ăш-чикки те типсе кайрĕ-ха манăн. Мĕн те пулин сăй тупăнмĕ-ши?.. Паçăр çамрăксем патĕнче хăналаннăран пуç та кашла пуçларĕ пек... Пыр-ха, тупса кил мĕн те пулин холодильникрен?..
Венера хушсан Сетнер Петрович çаплипех сиксе тăчĕ:
— Мĕншĕн холодильникрен? Акă сĕтел çинчех хатĕрри ларать... Венера, луччĕ кил кунта, сĕтел хушшине ларар? Утиялпа пĕркен те...
Сетнер Петрович хăй те, кĕлеткине утиялпа халат пек пĕркенсе, сĕтел хушшине ларчĕ, тăванла калаçрĕ:
— Атя, тултарнă черккери хĕрлĕ эрехе ĕçер, — сĕнчĕ Венера. — Кăшт шăнма пуçлани иртсе кайтăр...
— Тем, ăшăтма пултараймарăм пулмалла сана. Ĕçер, эппин, сан сывлăхна, — черкке çĕклерĕ Сетнер Петрович та. — Эп сивĕнсе кăна ларатăп-ха... Ма кулан, ма кулан, ах, чакăр куçăм, савнă çыннăм...
— Упăшкан тăрăшмалла, — кулма пăрахмарĕ Венера. — Халь упăшка ĕнтĕ эсĕ манăн... Упăшка... Çав тери кăпăшка илтĕнет... Упăшка...
— Арăм... Манăн ĕмĕрлĕх парăм, — Венерăран юлмарĕ Сетнер Петрович. — Атя, туй вальсĕ çаврăнар?.. Çĕрлехи туй вальсĕ...
Пӳлĕмре çурма тĕттĕм. Атăл леш айккинчи çурт çутисем курăнаççĕ. Икĕ кĕлетке пĕр-пĕрин çумне лăпчăннă та пĕр кĕвĕсĕр кĕвĕре çаврăнаççĕ. Çитнĕ икĕ чуна пурте. Юратăвĕ те, пĕрле пурăнса ирттерес ĕмĕчĕ те. Иккĕленӳсĕр пурăнăç...
Юр йăтăнса анчĕ тепĕр кун. Малтанхи юрĕ вăл ку тăрăхра пĕр уйăх каяллах курăннăччĕ-ха. Яра кун тăкăнчĕ йĕпе юр. Çĕрĕпе çурĕ вăл. Çĕрлене çанталăк шăнтрĕ те юр та йĕпесĕр вĕттĕн-вĕттĕн тăкăнма тытăнчĕ. Ир енне шап-шурă туса хучĕ пĕтĕм таврана. Хĕл ларчĕ. Çанталăк урăх ăшăтса чăрманмарĕ. Юр çунă вăхăтра Сетнер Петровичпа Венера профилакторирен тухмарĕç. Йăлипе çĕрлене кăна уçăлса кĕчĕç. Апатпа апат хушшинче вĕсен калаçăвĕ татăлма пĕлми юхрĕ. Венерăна çав Çеçпĕл Мишши шăпиех интереслентерчĕ. Ыйта-ыйта хăшкăлтарчĕ вăл Сетнер Петровича.
— Сетнер, сирĕн Çеçпĕлĕр те вырăс хĕрарăмне юратнă терĕн-и-ха? Мĕншĕн пĕрле пулайман вара вĕсем? — тĕпчерĕ Венера. — Иксĕмĕр пек-и?
— Иксĕмĕр пек кăна мар çав, — ăнлантарса пама тăрăшрĕ Сетнер Петрович. — Нуся качча кайнă хĕрарăм пулнă, Мишша вара Украинăри пĕр санаторире чир-чĕрĕнчен сипленнĕ... Ура шăмми чирĕ аптăратнă ăна... Çеçпĕлĕн пурнăçĕ пӳкле вĕçленнĕ, хăй çине хăй алă хунă вăл... Упăшки çĕре кĕрсен Нуся ун патне юратуллă çырусем çырнă-çырнă — Çеçпĕл çĕре кĕнĕ пулнă ĕнтĕ... Телей патне туртăнакан кашни чунах телейлĕ пулаймасть, Венера тирпейĕм... Ăслă çынсем пушшех те-тĕр...
Венера тимлесе итлерĕ. Итленĕçемĕн Çеçпĕлпе Нусьăна хĕрхенсе пычĕ, ыйтăвне вара çаплине пачĕ:
— Эпир ухмах-им вара?
Сетнер Петрович мĕн пуррине калама пĕлчĕ:
— Ухмах-тăр çав. Юратса çырусем çӳретмерĕмĕр. Пĕр-пĕрне куртăмăр та малтанхи кунхинех шăпамăрсене татса та патăмăр. Эсĕ урăхла курасшăнччĕ-и шăпамăра?
— Ç-у-у-ук, — тăстарса ячĕ Венера. — Тур ан хуштăр. Мĕн курмаллине эпир те малтанах астивсе курнă ĕнтĕ... Çапах та шел çав Çеçпĕл Мишшине... Пурăнан пурнăçĕ те сакăлталлă пулнă унăн, юратăвĕ те пӳкле тенĕ пек килнĕ, сывлăхĕ те... Эсĕ ăна сăвăç терĕн. Мĕн çырса тĕлĕнтернĕ вара вăл?..
— Вăл-и? — телевизора чарсах ăнлантарма тытăнчĕ Сетнер Петрович. — Çырасса та Çеçпĕл пĕр шучĕпе вăтăр чухлĕ сăвă кăна çырна теççĕ. Сăввисенче унăн чăваш тĕнчи, чăваш асапĕ, чăваш чĕрĕлĕвĕ. Чăвашсем пĕрле пулсан анчах вилĕмсĕр халăх пуласса калать вăл. Сирĕн пур-и çавăн пек сăвăç?
— Эп пĕлместĕп, — терĕ Венера, — Эп вырăс çынни те — ирçе-мăкшăлла пĕлсех каймастăп. Тен, пур та пулĕ... Пирĕн Эрьзя скульптор пур. Тĕнчипе паллă скульптор. Вăл сирĕн республикăран иккенне пĕлетĕп. Кайран ют çĕршыва кайнă-ха вăл.
— Кашни халăх мĕнре те пулин хăйĕн пултарулăхне кăтартать, — ăс парса калаçрĕ Сетнер Петрович. — Каплах юр тăкăнсан йĕлтĕрпе те кайăпăр-и ыран. Кунта, профилакторире, йĕлтĕрсем пур... Эс хирĕç мар-и?
— Эсĕ чĕнсен таçта та пырăп. Йĕлтĕрне хуллен шутарса çӳрĕпĕр...
— Мĕншĕн хуллен? Тăвайккисенчен çĕр çĕмĕрттерсе анăпăр. Кунта, ху пĕлен, талккишпех тăвайкки. Кавказ тăвĕсем тейĕн... Юрать, ыран йĕлтĕрпе...
Каçхи апат вăхăтĕнче хăй ушкăнĕпе Çеçпĕл Мишши çуралнă кунне паллă тума Сетнер Петровичпа Венерăна пӳлĕмне чĕннĕ йăрă каччă вĕсен сĕтелĕ çине кĕнеке пырса хучĕ:
— Тин кăна типографирен. Çеçпĕл Мишши çырнисен пуххин çĕнĕ кăларăмĕ. Икĕ чĕлхепе. Чăвашла та, вырăсла та. Сăн ӳкерчĕксемпе. Венерăна вара хистесех каларĕ:
— Сире вара, Венера, хистесех вуласа тухма сĕнетĕп. Уйрăмах Çеçпĕл Мишши Нуся патне çырнă çырăвĕсене тимлесе вулăр. Эсир вĕт сăнăрпа каснă-лартнă Анастасия Червякова. Вулăр, килĕштерĕр ăна, вăл пирĕн Çеçпĕл Мишшин чун çăлтăрĕ пулнă...
Каçхи апат валеçсе çӳрекен Атăлта тытнă пулла пĕçернĕ гарнирпа пырса лартсан Сетнер Петрович Венера енне тимлесе çапла кукăртса хучĕ:
— Ку апата эсĕ упăшку умне лартса панă пулсан мĕн тери аван пулмалла та... Эсĕ, Венера, ман шутпа, кил ăшши кӳмех çуралнă пулмалла... Куçусем, кĕлеткӳ ăшă-ăшă. Санран темле ырă техĕм палкаса тăрать...
— Ой-ой-ой!.. Ав, кӳршĕсем апата килеççĕ... Атя, çиме пуçлар-ха. Атăл пуллине пахалар...
Каçхи апатран тухсан вĕсем яланхи йăлапа каллех профилактори таврари сукмаксемпе утса çӳрерĕç. Сетнер Петрович çапла шухăш тытрĕ:
— Венера, хаклă çыннăм, эпĕ сана Шупашкара куçарасшăн, эсĕ хирĕç мар-и? — терĕ вăл юр кăчăртатăвĕпе канлĕхленсе пынă май. — Эпĕ сансăр пурăнма пултараймастăп. Пĕр кун та, пĕр сехет те...
— Профилактори кунĕсем вĕçленĕç те — эпĕ çухалăп. Сан илемлĕ сăмахусене те юр хӳсе лартĕ, — терĕ Венера хăйне телейлĕ тунă, нумай çутăпа ялкăшакан çӳллĕ кану çурчĕ çине тунсăхлăн пăхса. — Юмахăн вĕçĕ те пур-çке...
— Пĕрле, пĕр хулара ĕçлеме пуçлăпăр, — терĕ Сетнер Петрович. — Шел, иксĕмĕрĕн те пĕр кантурта ĕçлеме пирĕн унта çĕвĕç ĕçĕ çук. Тен, ĕçлеме те пăрахăн? Эсĕ мана килте кĕтсе ларăн? Эпĕ ĕçрен таврăнасса. Килте апат пĕçернĕ, ăшă, чунлă, тарават... Хĕрт-сурт вырăнĕнче пулăн?..
— Мана килĕшет ку сĕнӳ, — шăкăлтатрĕ Венера. — Эсĕ мĕнле калатăн — çапла пулĕ... Ача сасси илтĕнтĕрччĕ пирĕн хваттерте... Эпир этем пулнипе кăна пĕр-пĕрне тупрăмăр-çке... Эс тупăннине ĕненессĕм те килмест... Сывлăшĕ, сывлăшĕ мĕн тери паха кунта... Хыр сывлăшĕ. Тухтăрсем мана хырлăхра кĕркунне ытларах пулма калаççĕ... Кур-ха, уйăп туратран турата сикет... Илемлĕ вĕçен кайăк...
Сетнер Петрович та хĕрлĕ пĕсехеллĕ уйăпа асăрхарĕ:
— Кĕрӳ каччи пек, хӳхĕм... Нумай вĕсем пирĕн тăрăхра... Пире асăрхасшăн та мар... Епле хăйĕнпе хăй кăна киленет...
— Этем хăйпе кăна киленмелле мар çав. Унăн юратнă тусĕ те пулмалла, — хĕрлĕ пĕсехеллĕ уйăпа ытараймасăр сăнарĕ Венера. — Шел, пĕчченлĕхе кăмăллать пулмалла... Ман пек...
Сетнер каллех савăнса сас пачĕ:
— Ав, юратнă тусĕ те тупăнчĕ... Тем вăрри тупрĕç ĕнтĕ вĕсем. Пĕр-пĕрин хыççăн хĕпĕртесе туратран турата сиккелеççĕ... Мĕн кулянса калаçатăн эсĕ, Венера? Мĕн пăшăрхантарать сана?..
— Нимĕн те пăшăрхантармасть... Лăплан, Сетнер...
Венера хăй вырнаçнă пӳлĕме таврăнми те пулчĕ ĕнтĕ. Тум улăштарса тăхăнма унта йăпăртлăха кĕрсе тухать те вĕçĕмех Сетнер Петровичпа пĕрле. Уçăлса таврăннă хыççăн Венера Çеçпĕл кĕнекине йăпăр-япăрах ярса тытрĕ. Сетнер Петрович çывăрса кайсан та темĕнчченех вуласа выртрĕ. Çеçпĕлĕн сăввисемпе танах унăн Нуся патне çырнă çырăвĕсем чĕрине хускатрĕç. Сăввисенче те, çырăвĕсенче те Çеçпĕл сăнарĕ ун асĕнче çиçĕм пек ялтăртатса илчĕ. Сайра курăнакан кĕрхи çиçĕм пек. Ялтăр-р! çиçсе илекен асаплă ĕненӳ пек... Кĕрхи çиçĕм... Ав мĕншĕн юратаççĕ иккен ăна чăваш çамрăкĕсем... Çулăм хыпса илнĕ чунĕшĕн... Чăваш çыннине вĕçĕмсĕр юратнишĕн... Нуси тата, Нуси... Юратнă-çке вăл хăйĕн Мишшине, юратнă... Упăшкаллă хĕрарăм пулнă пулсан та... Çеçпĕлĕн суясăр чунне курнă ĕнтĕ вăл... Чăваш çыннине чăннипех юратнине ĕненнĕ...
Сетнер Петровичпа калаçасси килсе кайрĕ Венерăн... Мĕн тени пулать-ши вăл Çеçпĕл хушамат?..
Тутлă çывăракан Сетнер Петровича савса пăхса выртрĕ-выртрĕ те Венера — Сетнер Петрович лăпкăн уçса ячĕ куçне:
— Ыйху çук-им, Венера?
— Çук çав, Çеçпĕл пурнăçне пит тимлесе вуларăм та — тĕлĕнсе хытса каймалли шăпа. Мăн тени пулать вăл Çеçпĕл? Хушамат-и? — Сетнер Петрович ыйхăран вăраннăшăн кăштах кулянчĕ те Венера. — Пустуях вăратрăм пуль сана?.. Ирхинеччен, эс тăриччен, кăтмеллеччĕ пулĕ те...
— Чăн хушамачĕ унăн Кузьмин, — тӳрех пĕлтерчĕ Сетнер Петрович. — Çеçпĕл — чи çурхи чечек... Пĕтĕм çут çанталăк чĕрĕлĕвĕн чи пирвайхи чечекĕ... Чăваш чĕрĕлессе шанса та ĕненсе илнĕ пулĕ вăл çак чечек ятне, поэзире хăйĕн хушамачĕ тунă...
— Ăнлантăм апла, — шухăшлăн выртрĕ Венера. — Çеçпĕл... Пирĕнле, вырăсла, апла подснежник... Чăвашла та вĕренте пуçларăн-ха эсĕ мана... Тавтапуç... Çеçпĕл чĕлхи ман тăван чĕлхе те пулĕ... Мĕнле янăраççĕ-ши ун сăввисем чăвашла?.. Хăй пекех хĕрӳллĕ пулĕ...
Венера пĕветнĕ тĕттĕм хăмăр çӳçĕн кăтрийĕсемпе Сетнер Петровича питĕнчен кăтăкласа сĕртĕнчĕ:
— Мĕнле пурăнăн-ши эсĕ мансăр?.. Эпĕ çут тĕнчере çуксăр?..
Сетнер Петрович тăрса ларчĕ:
— Мĕн кирлĕ мара калаçатăн, Венера?.. Тăрăнса кайса кĕнеке вуланипе кичемлентĕн пуль эсĕ?.. Эпир иккĕн ĕнтĕ. Пирĕн халь йăлт малашĕ...
Техĕмлĕ духи шăрши перекен Венерăна Сетнер Петрович ытамне туртса илчĕ, уçăлнă чечекрен пыл хурчĕ пек сĕткен ĕмнĕ евĕр тутлăн-тутлăн чуптурĕ, пăшăлтатрĕ:
— Пурнăçра санпа мĕн те пулин пулас-тăк — пурăнаймастăп...
— Эпĕ те, — терĕ телейлĕ Венера. — Упăшкам...
— Венера, ыйтам-ха, эсĕ мана чăваш сăмахĕсене аванах чухлатăн пек туйăнать, — ыйтрĕ Сетнер Петрович. — Акă, упăшка сăмаха эсĕ чип-чиперех калатăн? Паçăр та аванах килтертĕн эсĕ чăваш сăмахĕсене?
— Ара, мĕн тĕлĕнмелли, — лăпкăн хуравларĕ Венера. — Упăшка тени чăвашчĕ манăн... Хăй вырăс хĕрне качча илнĕ пулин те "эп сан упăшку" тесе калама çине тăрса вĕрентетчĕ вăл мана... Вăт çапла, Сетнерĕм...
— Тĕлĕнмелле, — тăрса ларчĕ Сетнер Петрович. — Çавăнпа килĕштеретĕн-çке эсĕ пирĕн Çеçпĕле? Вăл чăваш пулнишĕн?..
— Эпĕ чăвашсем ман упăшка пек пурте кăнттам та тӳрккес пулĕ тесеттĕм. Чăвашсем мала тухас тесе, пĕр-пĕрне çисе яраççĕ тесе кала-кала ларатчĕ вăл мана. Хăпăл-хапăлах акса-тăкса параççĕ тетчĕ тата... Эсĕ ун пек мар, Сетнер. — Сетнер Петрович тавăрса мĕн каласса кĕтмерĕ Венера, шухăшне малалла хăех пĕтĕрсе кайрĕ. — Çук, эсĕ ман упăшка шутĕнче çӳренĕ чăваш мар... Эсĕ урăх чăваш... Эсĕ, Çеçпĕл кĕтнĕ пек, çĕн чăваш, çĕнĕ хавхалану... Упăшка пулса пурăннă çыннăн тăван чĕлхине манăн пĕртте вĕренес килместчĕ. Кӳрентерсе пурăнакан çыннăн чĕлхи ют çав. Халĕ сана тĕл пултăм та Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе тата сăввисемпе паллашрăм та... Хăватлă иккен сирĕн юратăвăр, таса çăлкуç пек ытарайми таса... Пĕр халăхрах ырри те, усалли те пур-тăр çав... Сетнерĕм, мĕн тума çуралать этем çĕр çине? Пĕр-пĕрне чăрмантарса пурăнма-и?.. Ĕненместĕп!..
Тĕттĕм. Кантăк тулашĕнче сасартăк аякран аслати кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. Хуллен кăлтăртатса ăсанчĕ вăл инçене. Кая юлнă аслати, кĕрхи аслати!... Ун умĕн кантăка яр! çутатса авăнчăк çиçĕм курăнса илчĕ. Пĕр самант кантăк çутăпа сăрхăнакан кăнтăрлана куçрĕ. Кантăк умĕнчи тавралăх каллех чĕмсĕр лăпкăлăха путрĕ.
— Ниушлĕ этем пурнăçĕ те мĕлтлетсе илнĕ çак çиçĕм авăнчăкĕн пĕлтерĕшне çеç тăрать? — хăй ыйтăвне хуравласса кĕтме шутламарĕ Венера. Тĕттĕм кантăкалла çеç тинкерчĕ. — Кĕрхи çиçĕм...
— Пурнăç пĕлтерĕшĕ эсĕ маншăн, — Венера питне çухатас евĕр тутипе тăтăш пичет çапа-çапа тухрĕ Сетнер Петрович. — Кĕрхи çиçĕм...
Икĕ талăка яхăн юр пĕр чарăнми çуса тăнă хыççăн Сетнер Петровичпа Венерăна ир кĕрхи янкăр хĕвелĕпе кĕтсе илчĕ. Тӳпе таса. Сывлăш уçă. Профилактори таврашĕнчи лапсака хыр-чăрăш, йывăр çĕклемĕсене сирсе пăрахасла, çил тухасса кĕтсе ларать. Шăплăх. Шăннă Атăл та шурă юрпа витĕннĕ, тип-тикĕс. Спорт тумĕ тăхăннă Сетнер Петровичпа Венера йĕлтĕрпе ярăнма тухнă. Йĕлтĕрĕсем лайăх шуса пыраççĕ. Сетнер Петровичпа Венера профилактори çурчĕ тавра темиçе ункă турĕç ĕнтĕ. Кĕмелли кăначчĕ. Венера çывăхри тăвайкки тĕлне çитсен: "Çакăнтан ярăнса анса курам-ха пĕрре", — терĕ те анаталла ыткăнчĕ. Венера темиçе чăрăш айккипе чиперех хăвăрт-хăвăрт пăрăна-пăрăна иртрĕ. Ӳснĕ тепĕр чăрăш вуллинчен тĕрĕс-тĕкел иртсе пĕтеймерĕ вăл, йĕлтĕрĕпе йывăç хĕррине перĕнсе ыткăнса кайрĕ, юнашар ӳснĕ чăрăша пырса перĕнчĕ, ахлатса ячĕ.
Сетнер Петрович йĕлтĕрне хывса ун патне ыткăнчĕ, сывламасăр выртакан хĕрарăм тĕлне çитсен ун кĕлетки умне ӳкрĕ, ӳлесе макăрса ячĕ.
— Венера чикĕленсе кайнине эпĕ куртам, çавăнпа тӳрех васкавлă пулăшăва шăнкăравларăм, — янраса илтĕнчĕ йăрă каччă сасси. — Сывлать Венера. Пульсĕ те, — терĕ вăл хĕрарăмăн кĕлеткине тимлесе. — Шутсăр хăраса ӳкмелле мар-тăр-ха... Ах, епле асăрханаймарĕ-ха вăл... Шеремет.
Йăрă каччă кунти тухтăрсем патне те шăнкăравлама ĕлкĕрнĕ иккен.
— Часрах, çыннăмсем, часрах, — Венерăн хускалмасăр выртакан кĕлетки çине ӳпĕннĕ Сетнер Петрович çак сăмахсене калама анчах вăй çитерчĕ. — Çăлăр ăна, тархасшăн...
Сетнер Петрович йăлт шуралса кайнă. Мĕн пулса иртни пуçне вырнаçмасть пулмалла. Венера пуçĕ вĕçĕнче чĕркуçленнипех ларать вăл, татти-сыпписĕр кала-кала ĕсĕклет:
— Пурăн, Венера, тархасшăн, пурăн... Çуллана тухсан ак туй тăвăпăр. Эсĕ Шупашкара куçса пĕтсен. Чăваш килне те тăнăç килĕ. Ача сасси сывлăх сунĕ пире... Венера, пурăн...
Васкавлă пулăшу машини персе çитрĕ. Венерăна наçилккепе машина ăшне кĕртсе хучĕç. Сетнер Петрович Венерăран хăпмарĕ, васкавлă пулăшу машинипе пĕрлех кайрĕ.
— Вăйлисем кăна кĕрхи çиçĕме чăтса ирттереççĕ, — шанчăклăн каларĕ йăрă каччă васкавлă пулăшу машинине шухăшлăн пăхса юлса.
Çил тухрĕ. Лапсака йывăçсем юрне лачăртатса тăкма тапратрĕç. Кун ырана тайăлчĕ.