1-мĕш сыпăк. Том вылять, çапăçать, тарать
— Том!
Хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
— Том!
Каллех хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
— Тĕлĕнмелле. Ăçта кайса кĕме пултарчĕ-ха çав ача?.. Том!
Çаплах хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
Полли мăнаккăшĕ куçлăхне сăмси çинелле антарса лартрĕ, куçлăх çийĕпе пӳлĕмелле йĕри-тавра пăхса илчĕ; унтан куçлăхне çамки çинелле хăпартса куçлăх айĕпе пăхрĕ... Ача пек пĕчĕк япала шыраса тупмалла чух вăл нихăçан та куçлăх витĕр пăхмасть, мĕншĕн тесен çак куçлăхĕ унăн параднăй куçлăх — чĕри мухтанмалли япала. Ăна вăл кирлĕшĕн мар, илемшĕн çеç тăхăннă; ун витĕр пăхни икĕ хут питлĕх витĕр пăхнипе пĕрех. Малтан вăл нимĕн тума аптăрарĕ, унтан пӳлĕмри сĕтел-пукан илтмеллех хыттăн çапла каларĕ:
— Лек-ха ман алла, эпĕ сана...
Вăл сăмахне каласа пĕтермесĕрех пĕкĕрĕлчĕ те кравать айне щеткăпа пăлхатма тапратрĕ. Анчах, кушаксăр пуçне, нимĕн те, тупса кăлараймарĕ.
— Мĕнле ача пулчĕ ку! Ĕмĕрне те ун пеккине курман!
Вăл яр-уçă алăк патне утса пычĕ, алăк сули çине тăрса, хăй пахчинчи ухмах курăк пусса илнĕ помидор йăранĕсем çинелле пăхрĕ. Том унта та курăнмарĕ. Вара май çитнĕ таран инçерех илтĕнтĕр тесе, сассине хулăнлатрĕ:
— То-о-о-м, ăçта эс?! — тесе кăшкăрчĕ.
Хыçалта хуллен кăштăртатни илтĕнчĕ. Карчăк каялла çаврăнса пăхрĕ те аяккалла шăвăнма тăнă ачана çавăнтах пиншак аркинчен ярса илчĕ.
— Э-э, паллă ĕнтĕ. Чăлана пырса пăхмаллаччĕ-çке манăн. Мĕн турăн-ха эсĕ унта?
— Нимĕн те туман.
— Нимĕн те?! Аллуна пăх-ха. Тутуна та. Мĕнпе вараласа пĕтертĕн-ха?
— Пĕлместĕп, мăнакка!
— Эпĕ пĕлетĕп! Варени вăл, акă мĕн! Çав варение тивсен, пĕçертетĕп тесе сана çĕр хут та каланă. Пар-ха кунта çав хулла, тирне сĕветĕп санне!
Çинçе хулă чăш! тесе шăхăрни илтĕнчĕ сывлăшра. Хăрушлăхран тарса хăтăлма май çук темелле.
— Эй, мăнакка, мĕн унта, сирĕн çурăмăр хыçĕнче!
Мăнаккăшĕ каялла çаврăнчĕ те, инкекрен хăтăлас тенĕ пек, юбки аркине пуçтарса тытрĕ. Çав самантра ача, çӳлле хӳме çине упăхса кайса, вĕлт çеç куçран çухалчĕ.
Мăнаккăшĕ малтанах тĕленсе хытса тăчĕ, унтан кăмăллăн кулса ячĕ.
— Ах, мур ачи! Ну ача! Нивушлĕ мана нихçан та ăс кĕрсе çитмест? Сахал лартнă-и вăл мана? Ватă ухмахран ухмаххи никам та çук-мĕн. Ахаль калаçмаççĕ çав: «Ватă йытта çĕнĕ йăлана хăнăхтарас çук», — тесе. Çитменнине тата, ачи те кашни кун мĕн те пулин çĕнни шутласа кăларать: ăçтан чухласа илĕн-ха? Вăл мана мĕн таран асаплантарма юранине пĕлет тейĕн, эпĕ çилленсе кайсан, çавăнтах аяккалла вĕçтерет е пĕр-пĕр пустуй япала çинчен каласа мана култарса ярать, вара çиллĕм иртсе каять те ăна хулăпа лайăхрах вĕрентмешкĕн аллăм çĕкленеймест. Эпĕ хамăн мĕн тумаллине тумастăп, мана уншăн турă каçартăр. «Кам хулă тытмасть, çав ачана пăсать», — тенĕ турă çырнинче. Эпĕ, çылăхлăскер, ăна ачаш усратăп, çавăншăн пире иксĕмĕре те лекет-ха. Пĕлетĕп, унăн пуçĕнче туллиех тĕрлĕрен ухмахла шухăшсем. Анчах манăн мĕн тăвас-ха? Апăрша ачи, вăл ман вилне йăмăкăн ывăлĕ вĕт-ха, ăна хулăпа çаптарса илмешкĕн ниепле те хал çитмест манăн. Патак лекесрен хăтăлма май килсен, эпĕ ӳкĕнсе асапланатăп, лектерсессĕн вара — ăна хĕрхеннипе ватă чĕрем çурăлса каяслах ыратать. Тĕрĕс, тĕрĕс каланă турă çырнинче: «Этем ĕмĕрĕ кĕске те пит хурлăхлă», — тенĕ. Юрĕ-çке! Паян вăл уроксенчен тарчĕ, класа та каймарĕ: кăнтăрларанпа мĕн каç пуличченех кахалланса çӳрĕ ĕнтĕ, ыран вара манăн ăна лектересех пулать — йывăр ĕç тума кĕртсе лартас-ха. Пур ачасемшĕн те праçник пулакан вырсарникун ăна ĕçлеттерни лайăх мар пулин те, урăхла май çук: ĕçе вăл тĕнчере темĕнрен те ытларах кураймасть, манăн хамăн тивĕçе хăçан та пулин пурнăçа кĕртес пулать, унсăрăн эпĕ пăсса пăрахатăп ачана.
Том, чăнах та, кунĕпех уссăр çапкаланса çӳрерĕ, вăхăтне вăл ытлашшипех те савăнăçлă ирттерчĕ. Киле час таврăнмарĕ, каçхи апата лариччен Джим ятлă негр ачине ыран валли вутă татса пама çеç, тĕрĕссипе каласан, хăй мĕн хăтланса çӳрени çинчен каласа пама çеç ĕлкĕрче вăл. Томăн шăллĕ Сид (тăван шăллех мар, аçаçурин ывăлĕ) хăйне хушнă ĕçе туса та çитернĕччĕ ĕнтĕ (ăна турпаспа çункав пуçтарма хушнă-мĕн), мĕншĕн тесен вăл итлекен, йăваш лча, нихăçан та ашкăнмасть, аслисене кӳрентермест.
Савăтран сахăр катăкĕсем йăкăрта-йăкăрта каçхи апатне çинĕ хушăра Полли мăнаккăшĕ ăна тĕрлĕрен, питех те чее ыйтусем пачĕ, хăй лартакан «серепесене» Том пырса лекĕ те каламалла маррине те астумасăр персе ярĕ тесе ĕмĕтленчĕ вăл. Ытти юмарт çынсем пекех, Томăн мăнаккăшĕн те кăшт хăйĕнпе хăй мухтанас йăли пулнă: çын вăрттăнлăхне вăлтса пĕлес ăсталăх пур тесе шутланă вăл.
— Том, — терĕ хайхи мăнаккăшĕ, — паян шкулта чылай ăшă пулчĕ пулĕ?
— Çапла, мăнакка.
— Шутсăр ăшă, чăнах вĕт?
— Çапла, мăнакка.
— Санăн вара шыва кайса кĕрес килмерĕ-и?
Тома ку сăмахсенче темĕскер ырă марри пур пек туйăнчĕ, вăл кăшт шикленме те тытăнчĕ. Вăл мăнаккăшне питрен тӳрех пăхрĕ, анчах мăнаккăшĕн пит-куçĕ пĕртте улшăнман. Том вара çапла каларĕ:
— Çук, мăнакка, питех кĕрес килмерĕ.
Карчăк Томăн кĕпине аллипе хыпашласа пăхрĕ.
— Пурпĕр эсĕ пит тарламан пулас, — терĕ вăл.
Вара хăйне хăй каллех мухтаса илчĕ: «Том кĕпи типпине эпĕ питĕ чеен пĕлтĕм-çке. Манăн пуçри шухăша никам та сисеймере», — терĕ. Анчах Томĕ çил ăçталла вернине чухласа та илме ĕлкĕрчĕ çав, хăйне татах ыйтусем париччен çапла каласа та хучĕ:
— Уçăлас тесе, эпĕр пуçсене насус айне тытрăмăр. Манăн çӳç халĕ те йĕпе-ха. Акă, курăр, — терĕ.
Мăнаккăшĕн вара хăйне хăй ӳпкелемелле пулса тухрĕ: «Том айăпне çав тери лайăх кăтартакан япалана епле астăваймарĕ-ха вăл?» Юрать, унăн пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ.
— Том, пуçна насус айне тытас тесе, эсĕ кĕпе çухине эпĕ çĕлесе лартнă тĕлтен сӳтсе ямарăн пулĕ-çке? Тӳмӳне вĕçертсе кăтарт-ха!
Томăн хăрасси-тăвасси пĕтрĕ. Вăл пиншакне уçса кăтартрĕ. Кĕпе çухи малтан епле çĕлесе лартнă, çавăн пекех.
— Ну, юрĕ, юрĕ. Кай! Эсĕ шкула та кайман, шыва та кĕнĕ пулĕ тесе шухăшланăччĕ эпĕ. Юрать, эпĕ çилленместĕп: эсĕ улталама хăтланатăн пулин те, чылай чухне лайăх та пулатăн иккен.
Карчăк, хăй чеелĕхĕнчен нимĕн пайтине курмарĕ пулин те, малашне Том хăйне итлекен пулĕ тесе хĕпĕртерĕ.
Çав вăхăтра вĕсен калаçăвне Сид хутшăнчĕ.
— эсĕр унăн кĕпи çухине шурă çиппе çĕлене пек астăватăп эпĕ, кунта, пăхăр-ха, çиппи хура, — терĕ.
— Чăнах, эпĕ шурă çиппе çĕленĕччĕ!.. Том!..
Анчах Том ку калаçу малалла тăсăласса кĕтсе тăмарĕ: «Ну, пĕрре лектеретĕп сана, Сидди!» — тесе кăшкăрса пӳлĕмрен тухса тарчĕ.
Шанчăклă çĕре пытанса ларсан, вăл хăйĕн пиншакĕ çухи çумне тирсе лартнă икĕ пысăк йĕпе астуса пăхрĕ. Пĕр йĕпне хура çип тирнĕ, тепĕрне — шурă çип.
— Сид каламан пулсан, вăл астăвас та çукчĕ. Мăнакка та аван-çке: пĕрре унăн хура çип пулать, тепре — шурă. Çĕлесчĕ яланах, пĕр тĕслипе, ахаллĕн ирĕксĕрех унта аташса кайăн... Сидне çавах лектеретĕп-ха, — лектермесен, çăва патнех каймалла пултăр.
Том пĕтĕм хула мухтанмалăхах примерлă ача пулман. Уншăн вăл кам примерлине питĕ аван пĕлнĕ. Пĕлне те çав ачана курайман.
Тепĕр икĕ минутранах е маларах та вăл пĕтĕм хуйхи-суйхине манса та кайрĕ. Унăн хуйхи-суйхи мăн çын хуйхи-суйхинчен çăмăлрах пулнăран тата хăйĕн пуçне çак минутра тепĕр çĕнĕ пысăк шухăш пырса кĕнĕрен манчĕ вăл ăна. Çитĕннисем те çавăн пекех, хăйсене пĕр-пĕр çĕнĕ шухăш илĕртме пуçласан, унчченхи хуйха манаççĕ. Тома çак вăхăтра пĕр ытармалла мар çĕнĕ япала илĕртсе ячĕ: хăй паллакан пĕр негртан вăл шăхăрма вĕренчĕ. Том тахçанах ĕнтĕ çав ĕçе ирĕкре лайăхрах вĕренесшĕнччĕ. Негрĕ кайăкла шăхăрать. Сассине вăл, кайăк пекех, тĕлĕнмелле лайăх янраттарать, ун пек тумашкăн чĕлхене час-час çăвар маччи çумне тĕрте-тĕрте илмелле. Çакна епле тунине, вулаканăм, ху хăçан та пулин арçын ача пулнă пулсан, астăватăн пулĕ. Çине тăрсах тăрăшса хăтланнипе Том çак киленĕçлĕ ĕçĕн мелне-майне хăвăрт вĕренсе çитрĕ. Ача урам тăрăх савăнăçлăн утса пырать, шăхăра-шăхăра кĕвĕ кăларать. Вăл, пĕлĕт çинче çĕнĕ планета шыраса тупнă астроном пекех, питĕ хĕпĕртенĕ, анчах унăн савăнăçĕ тата уççăнрах палăрнă.
Çуллахи каçсем вăрăм. Тĕттĕм пулайман-ха. Сасартăк Том шăхăрма пăрахрĕ. Ун умĕнче пĕр палламан ача тăра парать, вăл хăйĕнчен кăшт çеç пысăкрах. Кирек мĕнле çĕнĕ çынна курсан та, Санкт-Петербургра1, пĕчĕк те чухăн хулара, унпа пурте интересленнĕ. Ку арçын ачи вара питĕ аван тумланнăскер пулнă, праçник-мĕн мар — ун çийĕнче çав тери капăр тум. Тĕлĕнсе кайăн çав. Пуçĕнче питĕ селĕм шлепке. Кăвак пуставран çĕленĕ вĕр-çĕнĕ пиншакне тăп-тăп тӳмелесе лартнă, брюкийĕ те пиншакĕпе пĕр тĕслех. Эрнекун çеç пулин те, уринче унăн пушмак. Мăйне йăлтăркка галстук çыхнă. Пĕтемĕшпе илсен, вăл питĕ шукăль курăнать, çак Тома тӳсмелле мар тарăхтарса ячĕ. Ун çине пăхнăçемĕн хăйĕн тумĕ тата начартарах пек туйăнчĕ Тома. Вăл вара, çав шукăль тумтире курайманнине палăртса, хăйĕн сăмсине тата хытăрах каçăртрĕ. Ачасем иккĕшĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Пĕри ура ярса пуссанах, тепри те пĕр утăм пусрĕ, — анчах унăн аяккалла, ункă майлă çаврăнса пусмалла пулчĕ. Куçа-куçăн пăхса вĕсем питĕ нумайччен тăчĕç. Юлашкинчен Том çапла каларĕ:
— Эпĕ сана пĕçерккĕ пама пултаратăп, — терĕ.
— Парса пăх-ха, эппин.
— Пултаратăп та, хĕртетĕп те!
— Çук, эсĕ пултараймастăн!
— Çук, эпĕ пултаратăп!
— Çук, пултараймастăн!
— Çук, пултаратăп!
— Пултараймастăн!
— Пултаратăп!
— Пултараймастăн!
Ырă мара систерсе, вĕсем шăпах пулчĕç.
— Эсĕ мĕн ятлă? — тесе ыйтрĕ юлашкинчен Том.
— Сана мĕн ĕç?
— Акă кăтартăп эпĕ сана, ман мĕн ĕç пуррине.
— Кăтарт-ха. Мĕншĕн тата кăтартмастăн?
— Тата икĕ сăмах çеç кала, кăтартатăп та.
— Икĕ сăмах! Икĕ сăмах! Икĕ сăмах! Акă сана. Ну?
— Ак епле маттурскер! Хĕнес тесен, эпĕ сана хăрах алапа хĕнеме пултаратăп, хăрах алла çурăм хыçне çыхса лартсан та.
— Ма хĕнеместĕн-ха, эппин? Хĕнеме пултаратăп, тетĕн вĕт.
— Хĕнетĕп те, ман çума çыпçанатăн пулсăн.
— Эй-эй-эй! Санашкаллисене курккаланă-çке эпир!
— Капăрланса лартнă та, тем пекех чаплă кайăк тесе шухăшлатăн пулĕ ĕнтĕ хăвна ху! Ой, шлепки мĕнле!
— Ну-ка, çапса ӳкер-ха ăна манăн пуç çинчен! Вара сана мăйăр туянмалăх та парăп...
— Суятăн!
— Эсĕ ху суятăн!
— Хăратать çеç, хăй хăравçă-ха!
— Юрĕ, каях аяккалла!
— Эй, итле-ха эсĕ: чарăнмастăн пулсан, санăн пуçна çапса вататăп!
— Ватмасăр! Ой! ой! ой!
— Тататăп та!
— Мĕн кĕтсе тăратăн-ха тата? Мĕн пермаях хăрататăн, тăвассине нимĕн те тумастăн? Хăратăн курăнать?
— Шухăшламастăп та хăрамашкăн!
— Çук, хăратăн!
— Çук, хăрамастăп!
— Çук, хăратăн!..
Шăпланаççĕ. Пĕр-пĕрне куçсемпе çиеççĕ, пĕр вырăнта тăпăртатаççĕ, çĕнĕрен ункă туса çаврăнаççĕ.
Юлашкинчен вĕсем хулпуççийĕсемпе пĕр-пĕрне перĕнсе тăраççĕ.
— Кай кунтан! — тет Том.
— Ху кай!
— Каяс теместĕп.
— Эпĕ те каяс теместĕп.
Çапла вĕсем пите-питĕн пăхса тăраççĕ, иккĕшĕ те хăрах урине малалла пуснă. Пĕр-пĕрне кураймасăр, шăтарас пек пăхса, вĕсем мĕнпур вăйпа пĕрне-пĕри тĕртме тытăнаççĕ. Анчах нихăшĕ те çĕнтереймест. Вĕсем нумайччен тĕртĕшеççĕ, пичĕсем те кĕренленсе каяççĕ. Юлашкинчен ывăнаççĕ те тĕрткелешме пăрахаççĕ, анчах кашниех малтанхи пекех сыхланса тăрать-ха. Том çапла калать:
— Эсĕ хăравçă, йытă çури эсĕ. Эпĕ хамăн пиччене каласа кăтартатăп. Вăл сана кача пӳрнипех пĕçерккĕ пама пултарать. Эпĕ ăна калатăп, вăл сана хĕнет.
— Шутсăрах хăратăп эпĕ сан пиччӳнтен. Манăн хамăн та пичче пур, санăннинчен те пысăкрах, вăл санăн пиччӳне ав çав хӳме урлă та тытса пеме пултарать.
Пиччĕшĕсене иккĕшĕ те вĕсем пуçран шутласа кăларнă.
— Суятăн!
— Темĕн те калăн эсĕ!
Том урари пуç пӳрнипе тусан çинче йĕр турĕ те çаплă каларĕ:
— Çак йĕр урлă каç анчах, эпĕ сана питĕ хытă хĕнетĕп, вырăнтан та тапранаймăн. Йĕр урлă каçма ан хăйнă пултăр.
Ют ача çавăнтах васкаса йĕр урлă каçрĕ те:
— Пăхар-ха, эппин, эсĕ мĕнле хĕртнине, — терĕ.
— Хăп манран! Калатăп сана, хăп луччĕ.
— Эсĕ ху каларăн вĕт — мана хĕнетĕп тесе. Ма хĕнеместĕн-ха?
— Мана икĕ цент парсан, сана тытса хĕнеместĕп-тĕк, çĕр çăттăр мана.
Ют ача кĕсйинчен икĕ пысăк пăхăр укçа кăларчĕ те, мăшкăлласа, Тома пама тăчĕ.
Том ăна алăран çапрĕ те, укçи çĕре ӳкрĕ.
Çав самантрах ачасем, иккĕшĕ те кушаксем пек çыхланса ӳксе, пылчăк çинче йăваланма тапратрĕç. Вĕсем пĕрне-пĕри çӳçрен, пиншакĕсенчен, йĕмĕсенчен турткалаççĕ, чĕпĕтеççĕ, сăмсисенчен чаваççĕ. Юлашкинчен, çав пăтрав кăштах йĕркене кĕрет, çапăçу тĕтĕм-сĕрĕмĕнче тăшманĕ çине хăпарса ларнă Том ăна чышкăпа кӳпкелени курăнса каять.
— Каçару ыйт! — тет вăл.
Ют ача çăлăнма хăтланса тапкаланать. Чунĕ кӳтсе çитнипе йĕрет вăл.
— Каçару ыйт! — тет Том, татах кӳпкеме тапратса.
Юлашкинчен, ют ача каçару ыйтса мăкăртатса илет, Том вара ăна:
— Ку сана ăс парĕ-ха. Тепĕр чухне ăспăрах пул, урамра ху кама тивнине асăрхасарах пăх, — тесе ирĕке ярать.
Ют ача, тумĕ çинчен тусанне силлесе, макăрнипе нăшлата-нăшлата, вăхăчĕ-вăхăчăпе каялла çаврăна-çаврăна пăхса, пуçне сулласа аяккалла танккарĕ. «Тепĕр чухне сана ярса илсессĕн тата хытăрах кăтартăп-ха», — тесе, Тома юнарĕ вăл. Том, ăна мăшкăлласа, хăй çĕнтернипе мăнкăмăлланса, килнелле утрĕ. Анчах вăл хăй палламан ача еннелле çурăмĕпе çаврăнсанах, лешĕ Тома чулпа яра пачĕ те хулпуççи шăммисем хушшипе лектерчĕ, хăй вара антилопа пекех тарма тапратрĕ. Том ун хыççăн килне çитичченех хăваласа чупрĕ, çапла вара вăл хăйĕн тăшманĕ ăçта пурăннине пĕлчĕ. Тăшмана çапăçма чĕнсе, вăл калинкке патĕнче пăртак тăчĕ, анчах тăшманĕ тухасшăн пулмарĕ, чӳречерен пăхса пит-куçне апла та капла çеç пăркаласа мăшкăлларĕ. Юлашкинчен, тăшман амăшĕ тухрĕ те Тома эсĕ киревсĕр ача, пăсăлнă, тӳрккес ача тесе пĕтерчĕ, ăна аяккалла кайма хушрĕ. Том пăрахса кайрĕ, анчах кайнă чухне: «Эпĕ ку таврашрах çӳретĕп, вăл ача тухасса сыхлатăпах», — тесе хăварчĕ.
Киле вăл каçхине, вăхăт нумай иртсен тин, таврăнчĕ, пӳрте чӳречерен хуллен кĕчĕ пулин те, мăнаккăшĕ тĕлнех пулчĕ. Унăн пиншакĕпе йĕмĕ мĕн тĕслĕ пулса кайнине курсан, мăнаккăшĕн Тома уявра ĕçлеттерес тесе шухăшланă шухăшĕ алмаз пекех çирĕпленчĕ.
2-мĕш сыпăк. Пит аван маляр
Шăматкун çитрĕ. Таврара çуллахи çутçанталăк çиçсе ялтăрать. Кашни çын чĕринче юрă янрать. Кашни çын пичĕ савăнăçлă, кашни çын утти патвар. Шурă акаци чечекре, сывлăша тутлă шăршă тулнă. Хула тĕлĕнче çӳлелле хăпарса тăракан Кардиф тăвĕ ешĕллĕн курăнать. Вăл ту, хуларан пăхсан, пур тĕлтен те питех те тĕлĕнмелле те чаплă вырăн пек туйăнать.
Том алла пĕр витре известь тата вăрăм мелке тытса урама тухрĕ. Вăл хӳмене куçпа пăхса илчĕ те, пĕр самантрах уншăн таврари çутçалталăк хăйĕн мĕнпур савă-нăçне çухатнă пек туйăнса кайрĕ, унăн чĕри пăчăртанса илчĕ. Вăтăр ярд2 тăршшĕ сарлака хӳме, тăхăр фут çӳллĕшскер! Томшăн пурнăç ниме юрăхсăр япала пек, ĕмĕр Ирттересси йывăр çĕклем пекех туйăнса кайрĕ. Йывăррăн сывласа вăл мелкене известь ăшне чиксе, илчĕ те çӳлти хăма тăрăх сăтăрчĕ, унтан тепĕр хут, татах тепĕр хут сăтăрчĕ те чарăнса тăчĕ: темĕн сарлакăш сăрламан хӳмепе танлаштарсан, шурă ярăм нимĕн чул та мар-çке! Чунтанах хурланнипе вăл йывăç тавра тытнă карта çине упăхса ларчĕ. Хапхаран Джим шăвăç витре тытса, «Буффало хĕрĕсем» çинчен юрă юрласа, сиккелесе чупса тухрĕ. Хулари насусран шыв йăтасси Томшăн яланах питĕ усал ĕç пулнă, анчах, халĕ вăл хаваслансах çав ĕçе тытăннăччĕ. Вăл насус патĕнче яланах халăх нумай пуçтарăнни çинчен аса илчĕ: шуррисем, мулатсем3, хура ӳтлисем, арçын ачасемпе хĕрачасем хăйсен черечĕ çитессине кĕтсе тăраççĕ, вылямалли япаласене улăштарса суту тăваççĕ, тавлашаççĕ, çапăçаççĕ, ашкăнаççĕ. Том çакна та астуса илчĕ: çăл патне çитме çĕр аллă утăмран ытла мар, çапах Джим нихçан та пĕр-ик сехет иртмесĕр шыв йăтса таврăнни пулман, кунсăр пуçне, ялан тенĕ пекех, ăна камăн та пулсан кайса чĕнме тивнĕ.
— Итле-ха, Джим, санăн сăрлас килет пулсан, эсĕ кунта пăртак сăрлакала, эпĕ саншăн шыв патне кайса килетĕп.
Джим пуçне сулчĕ те:
— Çук, пулмасть, [[I,545]] Том! — терĕ. — Ватă миссис мана тӳрех шыв патне кайма хушрĕ, çул çинче никампа та чарăнса, ашкăнса тăма хушмарĕ. Вăл: «Эпĕ пĕлетĕп, масса Том сана хӳме шуратмашкăн чĕнĕ, эсĕ ăна ан итле, хăвна янă ĕç патнех кай. Вăл епле шуратнине эпĕ хам кайса пăхатăп», — тет.
— Эс ан итле ăна. Темĕн те калĕ вăл, Джим! Вăл яланах çапла сӳпĕлтетет. Пар витрӳне, эпĕ пĕр минутрах чупса кайса килетĕп. Вăл пĕлес те çук.
— Ой, хăратăп, масса Том, ватă миссисран хăратăп. Вăл манăн пуçа татса илĕ, — туршăн та, татса илĕ!
— Вăл-и?! Вăл никама та пӳрнепе тивес çук, тен, пуçран пӳрнескепе шаккаса илĕ, — вăл нимех те мар-ха! Ун пекки çине никам та çаврăнса пăхмĕ. Каласса вăл, чăнах та, питĕ усал япаласем калать, анчах каланă чухне хăй макăрмасть пулсан, вăл калани никама та ыраттармасть. Джим, эпĕ сана шарик паратăп! Эпĕ сана хамăн шурă шарика паратăп!
Джим шухăша путрĕ:
— Шурă шарик паратăп, Джим, пит лайăх шарик!
— Ах, епле йăлтăртатать-çке!.. Çапах та эпĕ, масса Том, ватă миссисран питĕ хăратăп.
Джим хăйне илĕртнине хирĕç тăма пултараймарĕ. Вăл витрине çĕре лартса аллине шурă шарик тытрĕ çеç, тепĕр минутранах витрине çĕклесе, урам тăрăх вĕçтерчĕ (унăн ĕнси ыратнă). Томĕ çав вăхăтра пит тăрăшса хӳмене шуратма тапратрĕ, Полли мăнаккăшĕ, хĕпĕртенĕскер, туфли йăтса, çапăçу хирĕнчен мăнаçлăн аяккалла пăрăнса утрĕ.
Анчах Томăн тăрăшса ĕçлесси нумая пымарĕ. Вăл хăй çав куна савăнăçлă ирттерме шутлани çинчен шухăшлама пуçларĕ те, ăна тата йывăртараххăн туйăнса кайрĕ. Часах акă ирĕклĕ ачасем пурте выляма, уçăлса та сиксе çӳреме урама тухаççĕ. Вĕсем, паллах, тĕрлĕрен савăнăçлă вăйăсем выляççĕ ĕнтĕ. Тома çав тери йывăр ĕçлеме лекнине курсан, вĕсем ăна темĕн пекех тăрăхлаççĕ ĕнтĕ. Çав шухăш ăна вут пекех çунтарчĕ. Вăл хăйĕн мĕнпур ырлăхне: ачасен вылямалли çĕмрĕк япалисене, мрамор шарикĕсене, тĕрлĕрен ăпăр-тапăр япалисене туртса кăларса, вĕсене çавăркаласа пăхма пуçларĕ. Анчах унăн çав япалисем хăйне валли çур сехетлĕхе ирĕк илме те çитмеççĕ. Вăл хăйĕн ăпăр-тапăрне кĕсйине чикрĕ, юлташĕсене сутăн илме хăтланса пăхас шухăшне пăрахрĕ. Çак нимĕн шанчăк çук, йывăр тапхăрта унăн пуçне пĕр шухăш кăна пырса кĕчĕ, — вăл тĕлĕнмелле гениллĕ шухăш пулчĕ. Вăл мелке тытрĕ те лăпкăн ĕçлеме тапратрĕ. Самантрах аякра леш хайхи ача, Бен Роджерс, курăнса кайрĕ, çав ача мăшкăлланинчен Том темĕн пекех хăрать. Бен утса мар — тăпăрт-тăпăрт сиккелесе чупнă пек туса ташла-ташла пырать. Ку ĕнтĕ, паллах, Бенăн ăшчикĕ канлĕ пулнине, çак кун вăл нумай ырă курма шутланине пĕлтерет. Вăл панулми кăшлать, вăхăчĕ-вăхăчĕпе аялтарахри нотăсемпе «тин-тон-тон, тин-тон-тон» текелесе, пăрахут пек вăçăммăн шăхăркаласа илет. Том патне çывхарсан, Бен урам варрвнче чарăнса тăчĕ те хăй пынине систерсе, ерипен сыхланарах çаврăнма тапратрĕ, мĕншĕн тесен вăл шыв ăшĕнче тăхăр хут тарăнăш пыракан «Аслă Миссури» ятлă пăрахут епле ишнине кăтартасшăн тăрăшрĕ. Пĕр вăхăтрах вăл пăрахучĕ те, капитанĕ те, сигналсем параканĕ те пулчĕ, çавăнпа та унăн хăйĕн палуби çинче тăрса, хăйне тĕрлĕрен приказсем парса, çав приказсене хăйĕн ĕçе кĕртме лекрĕ.
— Стоп, машина тăрать, [[I,546]]! Тин-тин, тин-тин-тин!
Бен ерипен çул варринчен тухса тротуар патнелле çывхарчĕ.
— Каялла! Тин-тин-тин!
Вăл аллисене усса тăчĕ те:
— Каялла чакмалла! Руле сулахаялла! Чăш-чăш-чăш! — терĕ.
Бенăн сылтăм алли сывлăшра пысăк ункăсем тăва-тăва çаврăнчĕ, мĕншĕн тесен вăл пăрахутăн хĕрĕх хут тăршшĕ тукунлă урапи вырăнне пулчĕ.
— Сулахай аякĕпе! Руле сылтăмалла! Тин-тин-тин! Чăш-чăш-чăш!
Çакăн хыççăн вăл сулахай аллипе ункăсем тăва-тăва çаврăнчĕ.
— Стоп, сылтăмалла! Тин-тин-тин! Стоп, сулахаялла! Хуллен! Малалла! Сылтăмалла! Канат пар! Стоп! Хăвăртрах! Тин-тин-тин! Эй, эсĕ, çыранта тăраканни! Мĕн пăхса тăратăн? Каната тыт! Ăна çак тунката çине чăркантар! Турт-т! Пушат! Машина чарăнса тăчĕ, сэр! Тин-тин-тин! Чăш-чăш-чăш! — тутарчĕ Бен, шыв виçмелли кран чăшлатнă пек туса.
Том пăрахут çине пĕрре те пăхмарĕ, хăй ĕçнех турĕ. Бен тĕлĕнсе кайса ун çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те çапла каларĕ:
— И-ха, и-ха! Вăкăра кантрапа кăкарса лартнă курăнать! — терĕ.
Том хиреç чĕнмерĕ. Вăл хăй юлашкинчен туртнă çӳхе йĕр çине художник пек пăхса савăнса тăчĕ, унтан тата тепре кăшт сĕрсе илчĕ те лайăхрах пăхмашкăн каялла сулăнчĕ. Бен, хăй пăрахутне çывăхарах илсе пырса, Томпала çума-çумăнах тăче. Çак панулмие курсан, Томăн ăна питех çиес килсе кайрĕ, анчах вăл каллех пикенсех ĕçлеме тытăнчĕ.
Юлашкинчен Бен çапла каларĕ:
— Алло, ачам, ĕçлесех пулать ĕнтĕ нимĕн тумалли те çук.
— Ах, эсĕ килтĕн-им, Бен! Эпĕ асăрхаман та.
— Итле-ха, эпĕ шыва кĕме каятăп, ара, шыва кĕме! Санăн та каяс килет пулĕ те, э? Анчах санăн, паллах ĕнтĕ, ĕçлес пулать, чăнах вĕт? Çапла çав!
Том ун çине пăхса илчĕ те:
— Мĕне эсĕ ĕç тетĕн-ха? — терĕ.
— Ку ĕç мар-и вара?
Том каллех хӳмене шуратма тытăнчĕ те çапла çеç каларĕ:
— Тен, ĕç вăл, тен, ĕç те мар. Эпĕ çакна çеç пĕлетĕп: Том Сойера вăл килĕшет, — терĕ.
— Ан та калаç! Нивушлĕ эсĕ çак ĕçе юратмалла ĕç тесшĕн?
Мелке хӳме тăрăх çӳлелле те аялалла çӳрерĕ.
— Юратмалла ĕç? Юратмалла марри мĕн пур-ха улта? Ачасен кашни кунах хӳме шуратма май килет-им вара?
Беншăн çак япала йăлтах урăхла майлă туйăнса кайрĕ. Вăл панулмине кăшлама пăрахрĕ. Том мелкипе хуллен пусса калла-малла сĕрчĕ, сăрланă хӳмене пăхмашкăн пĕр ик-виçĕ утăм каялла чака-чака тăчĕ, унта-кунта тепрер хут сĕре-сĕре илчĕ, вара каллех хăй мĕн тунине тишкĕрсе пăхрĕ. Бенĕ ун хусканăвĕсене куç сиктермесĕр пăхса тăчĕ, çав ĕçпе интересленнĕçемĕн интересленсе пычĕ.
Юлашкинчен Бен:
— Итле, Том, пăртак мана шураттар-ха? — терĕ.
Том шухăша кайрĕ, вăл Бенпа килĕшме хатĕр пекех пулчĕ, анчах, çав шухăша пăрахса, урăхла шут тытрĕ.
— Çук, çук, Бен, эсĕ ăна тума пултарас çук! Полли мăтакка ку хӳме тĕлĕшĕнчен шутсăр тиркеканскер: ку хӳме урам еннелле тухать вĕт-ха. Кил картишĕнче пулсан, калаçмалли те çукчĕ, кунта вара тем пекех тăрăшса шуратас пулать. Эпĕ çапла шутлатăп: çак хӳмене кирлĕ пек лайăх шуратма пултараканни пин ача хушшинче е икĕ пин ача хушшинче те пĕрре тупăнас çук пулĕ, — тетĕп.
— Нивушлĕ? Ан калаç! Сĕрсе пăхма çеç пар мана, кăшт çеç сĕрсе пăхма пар. Санăн вырăнта пулнă пулсан, эпĕ сана парăттăмччĕ. Э, Том?
— Бен, чăн-чăнах калатăп, эпĕ хĕпĕртесех парăттăм, Полли мăнакка... Джим та шуратасшăнччĕ те, мăнакка чарчĕ. Сид та ыйтрĕ — Сида та хушмарĕ. Çак ĕçе сана шанса парасси маншăн питĕ йывăррине халĕ ĕнтĕ эсĕ хăв та куратăн. Эсĕ шуратма пуçласан, мĕн те пулин лайăх тухмарĕ-тĕк...
— Пустуй! Эпĕ сан пекех тăрăшăп. Манăн пăртак çеç шуратса пăхасчĕ! Итле, эпĕ сана çак улма юлашкине паратăп.
— Юрĕ, эппин! Çук, Бен, ан тытăн луччĕ, хăратăп эпĕ...
— Эпĕ сана хамăн пĕтĕм улмана паратăп. Мĕн юлнине пĕтĕмпех...
Том, мелкине парасшăн мар пек пулса, анчах хăй ăшĕнче темĕн пекех хĕпĕртесе, Бена мелкипе тыттарчĕ. «Аслă Миссури» ятлă пăрахут пулнăскер хĕвел çинче тарласа, тăрăшса ĕçленĕ хушăра ĕçрен тухнă художникĕ сулхăнра, пичке çинче, урине сулласа ларчĕ, улма чăмларĕ, айвансене тытмашкăн хатĕрленчĕ. Айвансем вĕсем сахалах пулмарĕç: арçын ачасем пĕрмаях хӳме патне пыра-пыра тăчĕç, — шăл йĕрсе калаçмашкăн пычĕç те ĕçлеме тăра-тăра юлчĕç. Бен вăйран сулăннă вăхăталла Том иккĕмĕш черетне Билли Фишера хут çĕленле сутса ячĕ; Фишерĕ те ывăнса çитсен, ун хыççăн Джонни Миллер ĕçлеме тытăнчĕ, тӳлес вырăнне вăл суллантарса çӳремешкĕн хӳринчен кантăрапа çыхнă вилĕ йĕкехӳре пачĕ. Çавăн пекех ыттисем те «парнесем» пачĕç. Ирхине чухăн пулнă Том кăнтăр тĕлнелле ырлăх ăшнех путакан пуян пулса тăчĕ. Çакăнта асăннă ырă япаласемсĕр пуçне унăн тата акă мĕн-мĕн пуçтарăнчĕ: вуникĕ мрамор шарик, шăхличĕ, витĕр пăхмалли кăвак кĕленче катăкки, çип купчашкинчен тунă тупă, ниме те уçасшăн пулман çăраççи, пурă катăкĕ, кĕленчерен тунă графин пăкки, тăхлан салтак, икĕ йытпулли, ултă шатлатмаллли япала, хăрах куçлă кушак çури, пăхăртан тунă алăк хăлăпĕ, йытă валли мăйкăç, — анчах унăн йытти пулман, — çĕçĕ аври, апельсин хупписем тата кивĕ те çĕмрĕк чӳрече рами. Том нимĕн тумасăрах вăхăта пысăк ушкăнра савăнса лайăх ирттерчĕ, хӳме çинче çапах та — виçĕ сий известь. Унăн известь çителĕклĕ пулнă пулсан, Том хулари ачасене пурне те çука тăратса хăварнă пулĕччĕ.
— Чăннипе каласан, пурнăç вăл ытла ниме те тăман яланах мар, — терĕ Том хăйĕн ăшĕнче. Хăй те пĕлмесĕрех вăл этем хăйне епле тытасси-тăвассин аслă законне тупрĕ: çын е арçын ача пĕр-пĕр япалашăн питĕ хытă çунтăр тесен, çав япала унăн аллине май килнĕ таран йывăртараххăн пырса лектĕр. Пулса иртнĕ лару-тăрури улшăнусем пирки тепăртак шутлакаларĕ те Том тĕп штаба пĕлтерме утрĕ.
Вăл çын, çак кĕнеке авторĕ пекех тĕлĕнмелле ăсчах та асамçă пулнă пулсан, ĕç вăл — тума тивĕçлĕ япала, вăйă вара — тумасан та юракан япала иккенне питĕ аван ăнланĕччĕ. Çавна ăнланни ăна хутран чечексем тăвасси мĕншĕн ĕç пулнине, [[I,547]] çине улăхасси вара савăнмалли япала çеç пулнине тавçăрса илме пулăшĕччĕ. Англири хăшпĕр пуян джентльменсем çуллахи канмалли кунсенче çирĕм-вăтăр миле омнибуса турттарса каякан лашасене хăйсемех тытса пыраççĕ. Укçи чылай тăккаланнăшăн çеç тăваççĕ вĕсем çак чуна килентерекен ĕçе. Анчах вĕсене шалу сĕнес пулсан, кашни кунах çапла çӳреме тивсен, çак вара йывăр ĕç пулса тăрĕччĕ, вĕсем çавăнтах пăрахĕччĕç ăна.
3-мĕш сыпăк. Вăрçапа тата юратупа аппаланать
Кайри пӳлĕмре, уçă чӳрече умĕнче, ларакан Полли мăнаккăшĕ умне Том пырса тăчĕ. Çав пӳлĕм пĕр вăхăтрах çывăрмалли пӳлĕм те, столовăй та, кабинет та пулнă.
Çуллахи ырă сывлăш, ним сас-чĕвĕсĕр шăплăх, чечексен ырă шăрши, пыл хурчĕсен сĕрлевĕ Полли мăнаккăшне пусса çитернĕ: вăл алла ĕç тытнипех тĕлĕрсе ыйхăласа ларать, мĕншен тесен унпа пĕрле юлташ шутĕнче пĕр кушак аçи анчах, вăл та пулин унăн чĕрçинче тĕлĕрсе выртать. Темĕн ан пултăр тесе, Полли мăнаккăшĕ хăйĕн куçлăхне çамкинчен те çӳлерех хăпартса лартнă. Паллах, Том тахçанах пăрахса тарнă ĕнтĕ тесе шухăшланă Полли мăнаккăшĕ, çавăнпа та, Том пĕр хăрамасăррăх хай патне çывхăрнине курсан, тĕлĕнсех кайрĕ вăл:
— Халĕ ĕнтĕ манăн уçăлса çӳреме кайма юрать-и? — тесе ыйтрĕ Том.
— Мĕнле! Халех-и? Мĕн чухлĕ шуратрăн вара эсĕ?
— Йăлтах шуратрăм, мăнакка.
— Том! Ан суй! Эпĕ суйнине тӳсме те пултараймастăп.
— Эпĕ суймастăп, мăнакка, пурте хатĕр.
Полли мăнаккăшĕ сăмахпа каланине нихçан та ĕненмен. Вăл хăй куçĕпе курмашкăн хӳме патнелле кайрĕ, Том калани пĕр çирĕм процент тĕрĕс пулсан та, вăл уншăн савăнĕччĕ. Хӳмене пĕтĕмпех шуратса лартнине курсан, шуратнă çеç те мар, извеçпе темиçешер хут тăрăшса хулăннăн сĕрсе лартнине тата хӳме çумĕпе çĕр çине те шурă йĕр туртса тухнине курсан, Полли мăнаккăшĕ питех тĕлĕнчĕ.
— Кун пеккине эпĕ нихăçан та шухăшлас çукчĕ... Сана тивĕçлипе калатăп, Том, ĕçлес тесен, эсĕ ĕçлеме пултаратăн. — Кунта вăл, хăй ырласа каланине çемçетес тесе, çапла хушса каларĕ: — Анчах санăн пит сайра хутра çеç ĕçлес килекен пулать. Çавна та калас пулать. Ну, каях, выляса çӳре. Асту — киле вăхăтра таврăн. Ахаллĕн — асту, хытă лектерĕп.
Том çавăн пек тĕлĕнмелле питĕ пысăк ĕç тунăшăн хытă савăннипе Полли мăнаккăшĕ ăна чăлана ертсе кайрĕ, чи лайăхрах улма суйласа илсе Тома тыттарчĕ. Çав хушăрах вăл ăна ăс парса çакăн пек пĕчĕк сăмах каларĕ: «Тӳрĕ те хисеплĕ ĕç тунипе илнĕ кашни япалах пирĕншĕн тутлăрах та юратмалларах туйăнать», — терĕ. Мăнаккăшĕ лăп çав сăмаха пĕтернĕ тапхăрта Том пĕр перемĕк йăкăртса илме те ĕлкĕрчĕ.
Вăл кил картишне чупса тухрĕ те Сида курах кайрĕ. Сид тин çеç пусма тăрăх хăпарма пуçланăччĕ. Пусми пӳртĕн тул енче, унпа çӳлти хутăн кайри пӳлĕмĕсене кĕреççĕ. Томăн алли айĕнчех тыткалама питех те меллĕ тăпра муклашкисем тупăнчĕç, çав муклашкасем пĕр самантрах сывлăшра вĕçме тапратрĕç. Вĕсем Сид çинелле темĕн пек вăйлă пăр çунă евĕрлех тăкăнчĕç. Тĕлĕнсе хытса кайнă Полли мăнаккăшĕ Сида çăлма ĕлкĕриччен пĕр улт-çичĕ муклашкийĕ тĕлленĕ çĕре, пырса та лекрĕ. Том хӳме урлă каçрĕ те вĕçтере пачĕ. Тукса çӳремешкĕн калиннке те пур, анчах Томăн калинкке патне чупса çитме нихăçан та вăхăт çитмест. Сид хура çипе астутарса Том суйнине палăртнăчче-ха, халĕ ĕнте уншăн Сида тавăрсан, Томăн ăшчикĕ канлĕхпе тулчĕ.
Том пӳрт тавра çаврăнса илчĕ те ĕне вити çумĕпе выртакан пылчăклă çул çине тухрĕ. Часах вăл шикленме те пăрахрĕ. Малтан каварлашса хунă тăрăх, çапăçмашкăн арçын ачасен икĕ çар отрячĕ пуçтарăнса тăнă хулари лаптăк патнелле утрĕ. Пĕр çарĕн пуçлăхĕ — Том, теприне Томăн варлă тусĕ Джо Гарпер ертсе пырать. Аслă çар пуçĕсем хăйсем пĕр-пĕринпе çапăçса хăтланмарĕç, — çапăçасси вăл вĕт-шакăрсене ытларах килĕшет, — вĕсем тĕмеске çинче юнашар ларса, хăйсен адъютанчĕçем урлă приказ парса, çапăçу ĕçне ертсе çеç пычĕç. Нумайччен хытă çапăçса хăтланнă хыççăн Том çарĕ çиеле тухрĕ.
Унтан вара икĕ çарĕ те мĕн чухлĕ çын çухатнине шутларĕç, тыткăна лекнисене улăштарчĕç, малашне пĕр-пĕринпе хирĕçӳсем пуласси тĕлĕшпе çĕнĕрен килĕшӳ турĕç тата хăш кун тепре татăклăн çапăçасси çинчен калаçса татăлчĕç. Юлашкинчен икĕ çарĕ те пĕр ĕрете тăрса тухрĕç те, кĕвĕ çеммипе утса, çапăçу хирĕнчен пăрахса кайрĕç. Том килелле пĕчченех утрĕ.
Джефф Тэчер пурнакан çурт çумĕпе иртсе пынă чухне Том садра пĕр темĕнлĕ çĕнĕ хĕрачана курах кайрĕ. Хĕрачи кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ, хитре. Çӳçне икĕ вăрăм çивĕт туса çивĕтлесе янă вăл, çине çуллахи шурă кĕпе те тĕрленĕ йĕм тăхăннă.
Тин çеç чапа тухнă герой çапăçусăр-мĕнсĕрех парăнчĕ. Эмми Лоренс ятлă хĕрача çавăнтах Том чĕринчен тухса ӳкрĕ, унта вăл пĕр йĕр тавраш та хăвармарĕ. Том хăй Эмми Лоренса шутсăр хытă юрататăп тесе шутлатчĕ. Халĕ пĕр самантлăха çеç юратнă пек туйăнчĕ ăна. Çав хĕрача хăйне юраттăрччĕ тесе, Том темиçе уйăх хушши тăрăшнă. Эрне малтантарах çеç Эмми хăй Тома юратнине каласа панă-мĕн. Çав çичĕ кĕске кун хушшинче Том хăйне хăй, мăнкăмăлланса, тĕнчери чи телейлĕ арçын ача вырăнне шутланă. Халĕ акă çав хĕрача, ăнсăртран самантлăха килсе ларнă хăна пекех, пĕр самантрах Том чĕринчен тухса кайрĕ.
Кĕлтунă чухнехи пек, питех савăнса, Том çĕнĕ ангел мĕн тунине вăрттăн сăнарĕ, хĕрача хăйне асăрхичченех пăхса тăчĕ. Унтан вăл, хĕрача пуррине вуçех курман пек, ăна савăнтарса тĕлĕнтерес тесе, унăн умĕнче хуçкаланма тапратрĕ, темĕн тĕрлĕ те авкаланчĕ. Том чылай вăхăт хушши хăйĕн тĕлĕнмелле фокусĕсене турĕ. Шикленмелле акробатика хусканăвĕ тунă хушăра вăл çав еннелле пăхрĕ те хĕрача садран кайма хатĕрленнине курчĕ. Том сад карти çумне пырса салхуллăн чавсаланса тăчĕ, хĕрача садра тата пăртак тăтăрччĕ тесе кĕлтурĕ вăл. Хĕрача та пусма картлашки çинче чарăнкаласа тăчĕ, унтан алăк патнелле утса кайрĕ. Вăл урине алăк сули çине ярса пуссан, Том йывăррăн сывласа илчĕ, анчах сасартăк унăн пит-куçĕ çуталса кайрĕ: алăк витĕр кĕрсе çухаличченех хĕрача каялла çаврăнса пăхрĕ те хӳме урлă кăвак чечек ывăтса ячĕ. Том, чупса пырса, чечек патĕнчен пăр-икĕ утăмра чарăнса тăчĕ, ывăç тупанне куçĕ патнелле тытрĕ те, темĕн интереслĕ япала курнă пек, урамалла тĕллесе пăхма пуçларĕ. Унтан çĕр çинчен улăм пĕрчи илчĕ те ăна хăйĕн сăмси çине тăратрĕ, улăм пĕрчи тӳре тăтăр тесе тăрăшса, вăл пуçне каялла хытă каçăртрĕ те хуллен çеç пĕр енчен тепĕр еннелле сулланкаларĕ. Сулланкаланă май чечек патнелле çыв-харса пычĕ; юлашкинчен вăл çара урипе чечек çине пусрĕ, ăна лайăх авăнакан пӳрнисемпе ярса тытрĕ, хăрах уран сиксе кайрĕ те часах таçта кĕтес хыçнелле кĕрсе çухалчĕ. Анчах нумайлăха мар — пиншак тӳмисене вĕçертсе чечеке кăкăр çумне пытарса лартма мĕн чул вăхăт кирлĕ, çавăн чул вăхăта çеç çухалчĕ.
Чечекне вăл чĕре патне, тен, хырăм патне пытарса лартнă пулĕ, мĕншĕн тесен Том анатомие ытла лайăхах пĕлмен, çак самантра хăй мĕн тунине те питех астусах пăхман.
Унтан вăл каллех çаврăнса килчĕ те темĕнле майлă та хуçкаланса, мĕн каç пуличченех хӳме çумĕнче çапкаланса çӳрерĕ. Хĕрача текех курăнмарĕ, çапах та Том хăйне хăй пăртак йăпатса çапла шухăшларĕ: хĕрача пĕр-пĕр чӳречерен пăхать пулĕ, вăл уншăн епле тăрашнине курать пулĕ. Çӳрекелесен-çӳрекелесен, Том ирĕксĕрех килелле сĕтĕрĕнсе кайрĕ, унăн мĕскĕн пуçĕнче фантазиллĕ шухăшсем туллиех кĕпĕлтетрĕç. Каçхи апат вăхăтĕнче Том пите пăлханчăк ларчĕ, ун çине пăхса, мăнаккăшĕ ачана мĕн пулнă-ши тесе тĕлĕнчĕ. Сида тăпра муклашкисемпе пенĕшĕн хăйне хытă пăскăртнăшăн Том кăшт та хурланман пекех туйăнчĕ. Мăнаккăшĕ пăхса ларнă хушăрах вăл пĕр катăк сахăр йăкăртма хăтланчĕ, çавăншăн ăна мăнаккăшĕ хытă лектерчĕ, анчах Том татах çилленмерĕ, çапла çеç каларĕ:
— Мăнакка, Сид сирĕн сахăра илнĕ чухне мĕншĕн эсир ăна хĕнеместĕр? — терĕ.
— Сид çынсене сан пек тарăхтарса хăтланмасть. Эпĕ сана астуса тăман пулсан, эсĕ сахăр савăче ăшĕнчен те тухас çук.
Мăнаккăшĕ кухньăна тухса кайрĕ, Сид хăйне нимĕн те туманнишĕн питĕ хытă хĕпĕртерĕ. Томран мăшкăлланă пекех, çавăнтах аллине сахăр савăчĕ патнелле тăсрĕ. Тӳсме те çук тарăхмалла! Анчах сахăр савăчĕ Сидăн пӳрнисем хушшинчен шуса тухрĕ те урайне ӳксе чăнкăрах çĕмĕрĕлсе кайрĕ. Том темĕн пĕкех хĕпĕртерĕ, питĕ хĕпĕртенипе вăл нимĕн те чĕнеймерĕ, кăшкăрса та ямарĕ. «Мăнакка кĕрсен те, пĕр сăмах та чĕнес мар, кăна кам турĕ тесе ыйтичченех нимĕн шарламасăр шăп ларас. Ыйтсассăн, пĕтĕмпех каласа кăтартăп, мăнакка хăй юратнă примерлă ачана епле хĕртнине савăнса çеç пăхса ларăп», — тесе шут тытрĕ Том. Вăл Сида темĕн пекех хаяр сунса хĕпĕртесе ларчĕ; карчăк, каялла пырса кĕрсе çилленнипе куçлăх айĕнчен çиçĕм çиçтерсе, сахăр савăчĕн катăкĕсене пăхса тăнă чухне Том аран çеç нимĕн шарламасăр тӳссе тăма пултарчĕ. «Акă ĕнтĕ, пуçланать», — терĕ вăл хăйĕн ăшĕнче. Анчах тепĕр минутранах вăл урайнелле тăсăлса ӳкрĕ. Хăватлă алă ăна тата тепре çапас тесе хăмсарса ячĕ, вара Том куççулĕпех çапла каларĕ:
— Тăхтăр-ха! Тăхтăр! Ма-ха эсĕр мана хĕнетĕр? Ăна Сид çĕмĕрчĕ вĕт! — терĕ.
Полли мăнаккăшĕ вăтаннипе нимĕн тума аптăраса чарăнса тăчĕ. «Вăл халех ĕнтĕ мана хĕрхенет пулĕ», — тесе шутларĕ Том. Анчах мăнаккăшĕн чĕлхи уçăлсан, Вăл Тома çапла çеç каларĕ:
— Хм! Çапах та эпĕ сана ахалех лекмерĕ пулĕ тесе шутлатăп. Эпĕ кунта пулман чухне эсĕ тата мĕн те пулин тунах пулĕ тетĕп, — терĕ.
Анă питех те лайăх мар пулнă. Карчăкăн шутсăрах ачана пĕр ик-виçĕ ăшă сăмах калас килнĕ, анчах вăл акă мĕнрен хăранă: ăшшăн калаçас пулсан, ача çапла шухăлшама пултарать: «Мăнаккăшĕ хăйне айăплă шутлать...» Çавăнпа та карчăк урăх нимĕн те калас мар тенĕ, ăшчикĕ хытă вăрканипех вăл яланхи ĕçне тума пуçланă. Том кĕтесре тутине тăсса, хăйĕн чунĕнчи суранĕсене йăпатса ларнă. Мăнаккăшĕ чĕркуçленсе ларсах унтан каçару ыйтма хатĕр пулнине Том пĕлсе тăнă, çавна сиссе тăни Тома салхуллăн хĕпĕртеттернĕ. Мăнаккăшпе килĕштерес тĕлĕшпе пĕр утăм та тăвас мар, вăл килĕштерме тăрăшнисене пăхас мар тесе шут тытнă Том. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе мăнаккăшĕ ун çине куççулĕ витĕр хурлăхлă куçпа пăха-пăха илнине Том туйсах тăнă, анчах çавна вăл юриех асăрхасшăн пулман. Вăл хăйĕн ăшĕнче çакăн пек шухăшласа ларнă: акă вăл вилес пекех чирле выртать, мăнаккăшĕ ун патнелле тайăлнă та каçару сăмахĕ те пулин кала тесе ăна тархаслать; анчах Том пичĕпе стена патнелле çаврăнать те сăмаха каламасăрах вилсе каять. Мĕнле хуйхăрĕ-ши ун чухне мăнаккăшĕ? Том тата акă мĕнле шухăшланă: ăна, вилĕскере, киле çĕклесе пыраççĕ пек, ăна тин çеç шывран туртса кăларнă; унăн кăтра çӳçе йĕп-йĕпе, кăкăрĕ çине хунă мĕскĕн алли унăн ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă, унăн чирлĕ чĕри те ĕнтĕ тапма пăрахнă. Çавăн чух вара мăнаккăшĕ Том виллине еплерех ыталаса илĕ-ши, унăн куççулĕ çумăр çунă пекех шăпăртатма пуçлĕ, — унăн çăварĕ вара: «Турă, ачана каялла тавăрса парсамччĕ, çав ачана эпĕ нихăçан та, нихăçан та пустуй хĕнес çук», — тесе кĕлтума тапратĕ. Анчах Том çав-çавах, шап-шурă шуралса кайнăскер тата сип-сивĕскер, выртĕ, вăл ĕнтĕ — хĕн-хур курса пурăннă пĕчĕк, мĕскĕн ача — мăнаккăшне пĕр сăмах та калайрас çук, асап курасси те унăн ĕнтĕ ĕмĕрлĕхех пĕтнĕ. Çавăн пек пулассисем çинчен шухăшласа вăл хăйне хăй темĕн пекех хурлантарса пĕтернĕ, унăн куçĕ пĕрмаях шывланса тăнă, куçĕпе мăч-мăч тунă чухне куççулĕ аялалла юха-юха аннă та сăмси тăрринчен çĕрелле пăт-пăт тумланă. Хăйĕн чунне хурлăхсемпе килентерни Томшăн питех лайăх туйăннă, çавăнпа та вăл хăйĕн чунне нимĕнле савăнăç та пырса кĕрттересшĕн пулман. Пӳлĕме унăн кузини Мэри ташласа пырса кĕнĕ. Вăл нумай вăхăт хушши, пĕр ĕмĕрех, урăхла каласан, пĕр эрне килте пулман хыççăн, тинех киле таврăннишĕн питех савăннă, хăйпе пĕрле вăл пӳлĕме алăкранах юрăсем тата хĕвел çути илсе кĕртнĕ. Çавна курсан, салхуллă Том тепĕр алăкĕнчен тулалла тухса кайнă. Вăл хăйĕн юлташĕсенчен аякра çын питех çӳремен вырăнсем, хăйĕн чĕри пекех салхуллă вырăнсем, шыраса çӳренĕ.
Пĕрене сулли унăн кăмăлне кайнă пек туйăннă, вăл, сулă хĕрринех вырнаçса, юханшывăн салхуллă анлăшне тĕллесе пăхса, нимĕн те сисмесĕрех тата асапланмасăрах шыва епле путас-ши тесе шухăшласа ларнă. Унтан вăл хăйĕн чечекĕ çинчен астуса илнĕ: ăна, шанса лӳчĕркеннĕскере, пиншакĕ айĕнчен туртса кăларса пăхнă, çакă вара унăн тутлă хуйхине тата хытăрах хускатса янă. «Манăм чĕрере çакăн пек йывăрлăх пурри çинчен пĕлнĕ пулсан, вăл мана хĕрхенетчĕ-ши? — тесе ыйтнă Том хăйĕнчен хăй. — Вăл макăрса яратчĕ-ши, мана мăйран ыталаса илсе йăпатасшăн пулатчĕ-ши? Çав мăн кăмăллă çынсем халĕ пурте манран аяккалла пăрăнса кайнă пек, вăл та мана нимĕн пăхмасăрах аяккалла пăрăнса каятчĕ-ши?» — тесе шухăшланă Том. Çавăн çинчен шухăшланипе унăн ăшчйккине питĕ тутлă хурлăх тулса ларнă, Том вара çав шухăша пур майлă та çавăрса силлекелеме тапратнă, вăл йăлт саланса пĕтсе нимĕн юлмичченех çавăркаласа хăтланнă. Юлашкинчен, вăл йывăррăн сывласа хăй ларнă вырăнтан тăнă та теттĕмелле утнă. Тăххăр çурăра е вунă сехет тĕлĕнче вăл хăй юратнă палламан хĕрача пурнакан урама пырса тухнă. Урамĕнче çын таврашĕ çӳрени курăнман. Вăл пĕр самантлăха чарăнса тăрса итлесе пăхнă, — нимĕнле сас-чĕвĕ те илтĕнмен. Иккĕмĕш хутра тĕксĕм çурта çути чӳрече каррине çутатса тăнă. Палламан хĕрача çав пӳлĕмре пурăнмасть-ши? Вăл, карта урлă каçса, хĕрача пурăнакан çурт патнелле тĕмĕсем хушшипе шăппăн шуса кайнă та чӳрече патнех çитсе чарăнса тăнă. Пĕтĕм кăмăлĕпе çемçелсе вăл нумайччен çав чӳрече çине пăхса тăнă, унтан çурăмĕ çине выртнă, аллисене кăкăрĕ çине хунă, аллинче хăйĕн шанса кайнă мĕскĕн чечекне тытса тăнă. Акă çапла унăн ĕнтĕ вилсе выртасчĕ — çак ниме те ăшшăн пăхман тĕнчепе унăн пĕтĕмпех татăласчĕ; хăйĕн нимĕн хӳтĕлĕхсĕр пуçне ниçта кайса чикме пĕлмесĕр, уçă пĕлĕт айĕнчех вилсе выртасчĕ. Вилнĕ чухне тухакан тарне унăн çамки çинчен нимĕнле тус алли те шăлса илес çук, вăл вилес умĕн юлашки хут асапланса выртнă чухне никам та ун патнелле тайăлса хĕрхенсе пăхас çук. Ыран хĕрача, тул савăклăн çутăлнине хепĕртесе çак чӳрече витĕр пăхсан, Том çавăн пек выртнине курах кайĕ, ун чухне вара вăл нивушлĕ Томăн вилĕ ӳчĕ çине пĕр тумлам куççуль те тăкмĕ-ши? Çав тин çеç чечеке ларакан çамрăк пурнăçа вилĕм ытла та ир касса ӳкернине курсан, нивушлĕ вăл хĕрача пĕрре те хуйхăллăн сывласа илмĕ-ши?
Сасартăк чӳрече уçăлса кайнă. Темĕнле хĕрарăм-тарçă сасси çуйхашса çĕрлехи таса шăплăха пăснă та, «асап тӳссе вилнĕ ача» çине лаштах шыв пырса сапăннă. Анăраса кайнă герой ура çине сиксе тăнă, мăш-мăш тутарса силленкелеме тапратнă. Часах сывлăшра пĕр темĕнле япала шăхăрса вĕçни, хуллентерех ятлаçса илни тата кантăк чăнкăрр! туса çĕмăрĕлни илтĕнсе кайнă, вара пĕр кăшт анчах палăракан пĕчек çеç мĕлке карта урлă вĕлт каçнă та тĕттĕмре курăими пулнă.
Каярахпа Том, çывăрма выртас тесе салтăнсан, хăйĕн йĕпенсе пĕтнĕ тумтирне яшка çу çурти çутинче саркаласа пăхнă. Сид вăраннă. Том умĕнче айăп тунине унăн каçарттарас та килнĕ пулĕ, тен, анчах Сид çавăнтах вăл шухăша пăрахнă, çывăрнă пек пулса шăп выртнă, мĕншĕн тесен Том куçне пăхсан, ыррине нимĕн те кĕтмелли пулман. Каçхи кĕлĕ туса чăрманмасăрах, Том çывăрма кĕрсе выртнă, Сид çавна хăй ăшĕнче астуса юлнă.
4-мĕш сыпăк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хăтланни»
Тӳлек çутçанталăка çутатса хĕвел тухрĕ те хăйĕн çутă пайăркисене лăпкă хулана пиллерĕ. Ирхи апат çинĕ хыççăн Полли мăнаккăшĕ килйышра яланхи кĕллине вуларĕ. Çав кĕлле вăл библири сăмахсемпе хăй пуçĕнчен шухăшласа кăларнă проповедьсене хутăштарса, вĕсене çӳхе цементпа çыпăçтарнă пек, çыпăçтарса хунă.
Унтан Том «çапăçăва» хатĕрленме тапратрĕ: хăйĕн пуçне библири йĕркесемпе тултарма тытăнчĕ. Сид хăйĕн урокне тахçанах вĕренсе хунă. Том, пĕр пилĕк çавра асра тытса хăварасчĕ тесе, хăйĕн пĕтĕм тăнпуçне пуçтарса вĕренме тăрăшрĕ. Вăл вĕренмешкĕн юриех ту çинчен каланă проповедĕн пĕр пайне суйласа илнĕ, — пĕтĕм библийĕпе шырасан та, вăл çав проповедьре çеç чи кĕске çаврасем тупнă.
Вĕренме ларни çур сехет иртрĕ. Том хăйĕн урокне тĕтреллĕн çеç пĕлкелет-ха, мĕншĕн тесен унăн ăспуçĕ çав вăхăтра этем шухăшĕ çитме пултарнă вырăнсене пур çĕре те çитсе çӳрерĕ, унăн алли те кирлĕ мар япаласемпе аппаланса ларчĕ. Мэри унăн аллинчен кĕнекине илче те урокне ыйтма тапратрĕ, Томĕ тĕтре ăшĕнче хăйĕн çулне хыпашласа шыраса тупма тăрăшрĕ.
— Мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ... э... э...
— Мĕскĕн кăмăллисем...
— Ара... кăмăллисем, мĕскĕн кăмăллисем... э... э.
— Телейлĕ...
— Телейлĕ, мĕскĕн кăмăллисем телейлĕ... мĕншĕн тесен... вĕсен...
— Мĕншĕн тесен вĕсен... Мĕншĕн тесен вĕсен... Мĕншĕн тесен вĕсен...
— Мĕскĕн кăмăллисем телейле, мĕншен тесен весен... çӳлти патшалăх пулĕ. Макăракансем телейлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем... вĕсем...
— Сав...
— Мĕншен тесен вĕсем... э...
— С-а-в...
— Мĕншĕн тесен вĕсем сав... Ак, çапса пăрах хăть — вĕсем мĕн тăвассине пĕлместĕп.
— Савă...
— О, савă... Мĕншĕн тесен вĕсем савă... мĕншĕн тесен вĕсем савă... э... э... Çав макăрса яракансем телейлĕ, мĕншен тесен, мĕншĕн тесен... Мĕн тăваççĕ-ха вĕсем, шуйттан илесшĕ! Ма эсĕ мана каламастăн, Мэри? Намăс та мар-и сана мана йĕкĕлтеме?
— О, Том, эсĕ мĕскĕн, тăмсай ача! Эпĕ сана йĕкĕлтеме шутламастăп та! Санăн пĕр-пĕр çĕре кайса лармалла та пурне те лайăх вĕренсе çитермелле. Тӳсĕмлĕ пул, Том, тăрăшсан ĕç майлашĕ. Эсĕ çав урока вĕренсен, эпĕ сана пĕр питех те лайăх япала паратăп. Аслă ача пул, кайса вĕрен...
— Юрать... Мĕнле япала пулать-ха, Мэри? Кала-ха мĕнле япала пулать?
— Эпĕ сана каларăм вĕт лайăх япала тесе, лайăхах пулать ĕнтĕ.
— Пĕлетĕп, Мэри, пĕлетĕп. Юрать, кайса вĕренем эппин.
Чăнах та, вăл хытă тăрăшса вĕренме тапратрĕ, хăйне ик енчен пуссах тăнипе — мĕн парассине пĕлес килнипе тата усă курасса кĕтсе — Том урокне шутсăр лайăх вĕренчĕ.
Çавăншăн ăна Мэри вуникĕ цент çурă тăракан вĕрçĕнĕ хуçлатмалли çĕçĕ пачĕ. Шутсăр хĕпĕртенипе Томăн пĕтĕм чунĕ хусканса кайрĕ. Çĕççи мăка пулсан та, вăл çапах та Берлоу фирми туса кăларнă чăн-чăн çĕçĕ-çке! Çĕçĕ мĕнлине пĕлмешкен Том çавăнтах буфета каскалама тапратрĕ, комода та касма пуçларĕ, çак вăхăтра ăна тумланмашкăн чĕнчĕç: вырсарникунхи шкула каймалла.
Мэри ăна шыв янă шăвăç тазпа супăнь татăкĕ тыттарчĕ. Том, алăкран тухсан, тазне пĕчĕк сак çине лартрĕ, унтан супăнне шыв ăшне чиксе кăларчĕ те малтанхи вырăнне хучĕ; унтан васкамасăр çаннисене тавăрчĕ, тазри шыва хуллен çĕр çинелле тăкса ячĕ, вара кухньăна пырса кĕчĕ те алăк хыçĕнче çакăнса тăракан алшăллипе хăйĕн питне мĕнпур вăйĕпе сăтăрма пуçларĕ. Анчах Мэри алшăллине унăн аллинчен туртса илчĕ.
— Мĕнле намăс мар сана, Том! — терĕ вăл. — Çавăн пек лайăх мар ача пулма юрать-и вара? Пит çунăшăн сана нимĕн те пулас çук.
Том пăртак намăсланнă пек пулчĕ. Каллех ăна таз ăшне шыв тултарса пачĕç. Хальхинче Том, вăй-хал пуçтарнă пек, таз çумĕнче пĕр хушă пăхса тăчĕ, унтан вăрăммăн хашлатса илчĕ те çăвăнма тытăнчĕ. Вăл, куçне хупса, тепĕр хут кухньăна пырса кĕчĕ те алшăлли хыпашлама тапратрĕ: унăн пичĕ çинчен шывпа супăнь кăпăкĕ тумла-тумла анать; çакă вара Том суйманнине кăтартрĕ. Анчах çапах та, Том алшăлли айĕнчен шуса тухсан, пит çунин результачĕ ытла лайăхах пулманни палăрса кайрĕ, мĕншен тесен таса вырăнĕ, маска евĕрлĕ, питĕн пĕр пайне çеç, çамкаран пуçласа янах таранхи пайне çеç, йышăнса тăрать. Çавăнтан çӳлелле те, аялалла та шыв пырса тивмен вырăн сарăлса выртать, çӳлтен вăл вырăн çамка çинелле хăпарать, аял хĕрринче хура ярăм пек мăй тавра çаврăнать. Мэри çине тăрсах Тома тепĕр хут çăвăнтарма тапратрĕ, çавăн хыççăн вара Том йăлтах чăн-чăн çын, Мэрин шурă питлĕ тăванĕ пек пулса тăчĕ: йĕпе çӳçне щеткăпа тураса якатнă, кĕске çӳç кăтрисене хитрен те симметриллĕ вырнаçтарса хунă. Том яланах çӳç кăтрисене тӳрлентере-тӳрлентере пуç çумнех çыпăçтарса хума тăрăшать. «Кăтра çӳçпе эпĕ хĕрача еверлĕ пулатăп», — тет вăл, çакă вара унăн пĕтĕм пурнăçне пĕтерекен япала.) Унтан Мэри Томăн капăр костюмне туртса кăларчĕ, икĕ çул ĕнтĕ вăл костюма вырсарникунсенче çеç тăхăнкаланă. «Леш, тепри», — теççĕ вăл костюм пирки. Çакăн тăрăх эпир Томăн мĕн чухлĕ костюм пулнине пĕлме пултаратпăр. Вăл тумланса çитсен, аппăше ăна юсакалама пуçларĕ, унăн пиншак тӳмисене пурне те тӳмелесе лартрĕ, хулпуççи патнех çитекен кĕпе çухине хуçлатса хучĕ. Мэри Томăн тумтирне щеткăпа тасаткаларĕ, юлашкинчен тата Том пуçне улăм шлепке тăхăнтарса лартрĕ.
Том шутсăрах хитреленсе кайрĕ, анчах ун сăнĕ питĕ хурлăхлă курăнать. Вăл чăн-чăнах та питĕ асапланчĕ: Том пит-куçне çуса таса çӳреме хăнăхман, çавăнпа та чаплă тумтирĕ ăна тарăхтарса пăшăрхантарчĕ. Мэри пушмак çинчен манса каять пулĕ-ха тесе ĕмĕтленчĕ Том. Анчах вăл ĕмĕтленни ахалех пулчĕ: Мэри яланхи пекех пушмаксене çупа серче те Тома йлсе пырса пачĕ. Том тарăхмаллипех тарăхса кайрĕ, — ăна яланах хăй мĕн тăвас килменнине ирĕксĕр тутараççĕ тесе ӳпкелешме тапратрĕ. Анчах Мэри ăна кăмăллăн ӳкĕтлесе:
— Тархасшăн, итле, эппин, Том... ăслă ача пул-ха! — терĕ.
Том вара мăкăртатса пушмакĕсене тăхăнчĕ, çав вăхăтра Мэри вăр-варах тумланчĕ, вара виççĕшĕ те вырсарникунхи шкула утрĕç. Том вăл шкула пĕтĕм чĕререн кураймасть, Сидпала Мэри ăна юратаççĕ.
Вырсарникунхи шкулта тăххăртан пуçласа вуннă çурăччен вĕрентеççĕ, унтан чиркӳ кĕлли пуçланать. Мэрипе Сид яланах хăйсен ирĕкĕпех пачăшкă проповедь каланисене итлеме юлаççĕ, Том та юлать, анчах урăх, кирлĕрех шухăшсемпе юлать вăл.
Чиркӳри минтерсĕр çӳллĕ саксем çинче виççĕр çынна яхăн вырнаçаççĕ. Çурчĕ пĕчĕккĕ, илемсĕр. Унăн тăрринче темскер, хыр хăмасенчен тунă футляр пекскер, курăнса тăрать, — вăл чан çапмалли вырăн иккен. Алăкран кĕнĕ чухне Том Сидпа Мэрирен хăпса юлчĕ те пĕр ачаран çапла ыйтрĕ:
— Итле-ха, Билл, санăн сарă билет пур-и? — терĕ.
— Пур.
— Эсĕ уншăн мĕн илес тетĕн?
— Эсĕ мĕн парас тетĕн мана?
— [[I,548]] татăкĕ тата пулă тытмалли вăлта паратăп.
— Кӳр-ха, пăхам.
Том кăтартрĕ. Япалисем юрăхлăскерсемех, вĕсем пĕр алăран тепĕр алла куçрĕç. Унтан Том виçĕ хĕрлĕ билета икĕ пысăк мрамор шарикĕпе улăштарса илчĕ, виçĕ-тăватă ăпăр-тапăрпа пĕр мăшăр кăвак билет туянчĕ. Иртсе пыракан кашни арçын ачанах чара-чара тăратса вăл хăйĕн пуянлăхĕпе тĕрлĕ тĕслĕ билетсем улăштарма сĕнчĕ. Çавăн пек пĕр вунă е вунпилĕк минут иртрĕ. Унтан вăл тап-таса тумланнă, шавлакан ачасен ушкăнĕпе пĕрле чиркĕве кĕчĕ, хăй вырăнне пырса ларчĕ те çавăнтах юнашарти ачапа ятлаçма тапратрĕ. Вĕсене йĕркеллĕ те ватăрах учитель чарчĕ. Анчах учитель аяккалла пăрăнсанах, Том малти сак çинче ларакан ачана çӳçĕнчен туртрĕ, лешĕ каялла çаврăнса пăхсан, Том тăрăшсах кĕнеки çинелле пăхма тапратрĕ. Тепĕр минутранах Том, тепĕр юнашар ачи «ай!» тесе кăшкăрса ярасса кĕтсе, ăна булавкапа чикрĕ, — ăна каллех учитель ятларĕ.
Томсен пĕтĕм класĕ, юри суйласа пухнă пекех, канлĕхсĕр, шавлакан класс пулнă. Урок ыйтма пуçласан, арçын ачасенчен нихăшĕ те урокне кирлĕ пек вĕренменни палăрнă, кашни ачанах пирвайхи йĕркерен пуçласа юлашки йĕркине çитичченех вăрттăн каласа пымалла пулнă.
Кирек мĕнле пулсан та, вĕсем çапах та темĕскер лăпăртаткаласа каларĕç, кашнинех вара уншăн пĕчĕк кăвак билет парнелерĕç, библири икĕ çаврана пăхмасăр калама вĕренмĕшĕн кăвак билет параççĕ. Вунă кăвак билет пĕр хĕрлĕ билетпа танлашнă, ăна çав билетсемпе улăштарса илме юранă; вунă хĕрлĕ билет пĕр сарă билетпа танлашнă; вунă сарă билетшĕн вара директор питĕ хытă тăрăшнă ачана ахаль хуплашкаллă библи панă. (Çав пурăнма хĕнех мар вăхăтра вăл библи хĕрĕх цент çĕç тăнă.)
Доре художник ӳкернĕ картинăллă библи паратпăр тесен те, икĕ пин çаврана пăхмасăр калама вĕренмешкĕн ман вулакансем хушшинче миçе çыннăн вăй-хал, тӳсĕмлĕх çитĕччĕ-ши? Мэри ав çавăн пек майла икĕ библи туяннă — ăна икĕ çул хушши питĕ тăрăшса вĕреннĕшĕн панă. Пĕр нимĕç ачи тата тăватă е пилĕк библи туяннă. Пĕрре вăл нимĕн такăнмасăр, йĕркипе виçĕ пин çавра каласа панă. Анчах тăнпуçа çав тери хытă ĕçлеттерни ăна пĕтерсе хунă, çав кунтанпа вара вăл йăлт ухмах пулса юлнă. Ку ĕнтĕ шкулшăн пысăк инкек пулнă, мĕншĕн тесен ĕлĕк, чаплă кунсенче, урăхла каласан, халăх нумай пуçтарăннă чухне, директор яланах (Том калашле) çав ачана чĕнтерсе кăларнă та «пырши татăличченех» мекĕрлентернĕ. Шкул ачисенчен пĕр аслисем çеç хăйсен билечĕсене пуçтарса усранă, библи илесчĕ тесе, вĕсем çеç нумай вăхăт хушши тăрăшса вĕреннĕ, — çавăнпа та ун пек парне парасси сайра хутра çеç пулкаланă, вăл паллă тума тивĕçлĕ япала пулнă. Томăн ăспуçĕ, тен, нихăçан та ун пек парне илесшĕн пулман пулĕ, анчах унăн пĕтĕм ăшчикки çав парнене илсе мухтава, чапа тухасшăн тахçантанпах çуннă ĕнтĕ.
Шăпах каланă сехетре директор, хăйĕн аллине кĕлĕ кĕнеки тытса, кафедра умне тухса тăчĕ. Унăн шĕвĕр пӳрни кĕнекери страницăсем хушшинче. Вăл хăй калакан сăмахсене пите хытă тимлесе итлме хушрĕ.
Юрăçă концертра тухса хăй пĕччен юрă юрланă чухне унăн аллинче нотăсем пулнă пекех, вырсарникунхи шкулăн директорĕ хăйĕн яланхи кĕске сăмахне каланă чумне те унăн аллинче кĕле кĕнеки пулатех. Кĕнеки ăна мĕн тума кирлине ниепле те ăнланма çук: çав асап куракан çынсенчен нихăшĕ те кĕлĕ кĕнекине те, нотисене те нихăçăн уçса пăхмаççĕ.
Директор — пĕр вăтăр пилĕк çула çитнĕ килĕшӳсĕр çын. Качаканни пек сухалĕ унăн хăйăр тĕслĕ, кĕске кастарнă çӳçĕ те çавăн тĕслех. Крахмалпа хытарса лартнă çухин çӳлти хĕррисем хăлхи çумне сĕртĕннĕ пекех курăнаççĕ, çухийĕн шĕвĕр вĕçĕсем çăвар кĕтессисем патĕнче тенĕ пек хуçланнă та малалла кăнтарса тăраççĕ. Вăл çуха вара хӳме пекех туйăнать, çавăнпа та директор ирĕксĕрех пĕрмай малалла çеç пăхма пултарать, аяккалла пăхас тесен, унăн пĕтĕм пĕвĕпе çаврăнма тивет. Унăн янахĕ банк билечĕ пекех сарлака та вăрăм галстук çинелле тайăннă, сылтăмалла та, сулахаялла та сарăлса тăракан галстукĕн вĕçĕсене питĕ вăрăм шерепепе илемлетнĕ. Унăн атă сăмсисем çавăн чухнехи модăпа, коньки пек, питĕ çӳлелле таврăнса тăраççĕ, — ун пек пултăрччĕ тесе, çамрăк çынсем вăл вăхăтра питĕ хытă тăрăшнă: сехечĕ-сехечĕпе стена çумĕнче ларса, хăйсен атă-пушмак сăмсисене стена çумне пăчăртаса тытса тăнă. Уолтерс мистерăн сăнĕ-пичĕ питĕ тарăннăн шухăшлакан çыннăннии пекех курăнать, чунĕ унăн тӳрĕ кăмăллă пулнă. Таса япаласемпе вырăнсене вăл питĕ аван уянă, вĕсене пурнăçри мĕнпур япаласенчен уйрăм шутланă. Çавăнпа та вырсарникунхи шкулта сăмах тухса каланă чухне унăн сасси расна майлăран янранă, ахаль кунсенче ун пекки вуçех пулман. Директор хăйĕн сăмахне çапла пуçласа ячĕ:
— Халĕ ĕнтĕ, ачасем, эпĕ сире пĕр-икĕ минут хушши май килнĕ таран тӳрĕ те шăп ларма тата хăвăрăн мĕнпур тимлĕхĕрпе манăн сăмаха итлеме ыйтасшăн. Ак çакăн пек. Лайăх арçын ачасемпе хĕрачасен хăйсене хăйсен çавăн пек тытмалла çав. Эпĕ куратăп: пĕр пĕчĕк хĕрача чӳрече витĕр пăхса ларать. Эпĕ таçта йывăç çинче ларатăп та пĕчĕк кайăксене сăмах калатăп тесе шутлать пулĕ вăл хĕрача. (Ырласа хи-хи! тесе кулни илтĕнчĕ.) Эпĕ сире каласшăн: хамăн умра çавăн чухлĕ савăнăçлă, тап-таса, пĕчĕк ача пит-куçĕсене курсан, манăн кăмăл питĕ савăнать, вĕсем ырра, чăнлăха вĕренесшĕн çак таса стенасем ăшне пуçтарăннă.
Тата малалла та çавăн йышшиех каларĕ вăл. Кайран мĕн каланине асăнмасан та юрать. Директор хăйĕн пĕтĕм сăмахне нихăçан улшăнман пĕр калăппа калăпласа каларĕ, çавăнпа эпир ăна пурте ахалех те пĕлетпĕр.
Çав сăмахăн юлашки пайне каланă хушăра усал арçын ачасем хушшинче тӳплешӳсем тухкаласах тăчĕç. Ачасем хăйсен вырăнĕсенче сиккелесе ларчĕç, пĕр-пĕринпе пăшăлтатрĕç. Çав шав хумĕсем вара вăхăчĕ-вăхăчĕпе, чул сăртсем пекех, ниçталла пăрăнмасăр ларакан Мэрипе Сид патнелле те пыра-пыра çитрĕç. Директор сасси куллентерех янрама тапратсанах, калаçасси-тăвасси йăлтах чарăнса ларчĕ, вăл хăйĕн сăмахне вĕçленине ачасем питĕ шăппăн та хытă тав туса кĕтсе илчĕç.
Ачасем ытларах пăшăлтатса калаçса хăтланни çав шкула курма тесе çынсем пынипе те çыхăннă, — ун пек япала шкулта сайра хутра çеç пулкалать, — Тэчер адвокатпа пĕрле пĕр кăвак çӳçлĕ начаркка старик, пит çамрăках мар, хитре, пăлатна джентльмен тата пĕр чаплă дама (паллах, джентльменăн арăмĕ) пырса кĕчĕç. Дама пĕр хĕрачана çавăтнă. Том хăйĕн айăпне туйнипе, хăйне питех лайăх мар пулнипе вырăнта лара-тăра пĕлмерĕ. Вăл Эмми Лоренс куçĕпе тĕл пулма хăяймарĕ, Эмми йăвашшăн та ачашшăн пăхнине хирĕç пăхмашкăн пултараймарĕ. Шкула пырса кĕнĕ хĕрачана курсан, Томăн чунĕ питех савăнса кайрĕ. Вăл çавăнтах мĕн вăй çитнĕ таран темтепĕр хăтланма тапратрĕ: арçын ачасене чышкаларĕ, çӳçĕсенчен туртрĕ, пит-куçĕпе мăшкăла-мăшкăла кăтартрĕ, пĕр сăмахпа каласан, — хĕр чунне мĕнле илĕртме пулать, хĕр мĕне ырлама пултарать, çавсене пурне те тума тытăнчĕ Том. Çак самантра ун савăнăçĕ çумне пĕр лайăх мар япала пырса пĕрлешрĕ: вăл хăй садра, ангел чӳречи патĕнче, мăшкăл курни çинчен астуса илчĕ. Анчах çак асаилĕве йăшакан хăйăр çине çырса хунă теме пулать. Томăн савăнăç юхăмĕсем ăна йăлтах çуса ячĕç.
Хăнасене хисеплĕ вырăна кĕртсе лартрĕç. Уолтерс мистер, хăйĕн сăмахне каласа пĕтерсенех, хăнасем камсем пулнине шкул ачисене пĕлтерчĕ.
Арçынĕ ытла та чаплă çын — округри судья иккен. Çавăн пек чаплă çынна ачасем нихăçан та курман; вĕсем ун çине пăха-пăха тĕлĕнчĕç, ăна та ытти мĕнпур çынсемпе пĕр пек йышши япаларанах тунă-ши тесе ыйтрĕç пĕр-пĕринчен. Вĕсем судья епле мĕкĕрнине илтесшĕн çунчĕç, анчах вăл мекĕрсе ярасран питĕ шикленчĕç. Вăл Санкт-Петербургран çирĕм милре ларакан [[I,549]] хулинчен килнĕ, çавăнпа та вăл çул çӳресе тĕнче курнă тесе калама пулать ĕнтĕ. Вăл хăйĕн куçĕпех округри суд çуртне курнă, çав çурт тимĕртен, тет. Çавăн пек шухăшласа вăл çынна темĕн вырăннех хуни ачасем куçĕсене чарса пăрахса шăп-шăпах ларнинчен палăрчĕ. Вăл çын аслă судья Тэчер, хăйсен хулинче адвокатра тăракан Тэчерăн тăванĕ пулнă. Пĕтĕм шкул ачисем ăмсанса пăхса тăччăр тесе, Джефф Тэчер çавăнтах хăй пиччĕшĕ пулакан аслă çынпа пĕр тан пек калаçкаламашкăн малалла утса тухрĕ. Хăйĕн юлташĕсем пăшăлтатнисене илтме пултарас пулсан, вăл сăмахсем уншăн питĕ тутлă музыка пекех пулнă пулĕччĕç.
— Пăх-ха, Джим, вăл унталла каять! Пăх-ха, тетĕп! Акă вăл ăна алă парать... Авă мĕнле! — алă парать! Мур илесшĕ, санăн та Джефф вырăнĕнче пулас килетчĕ пулĕ? — тесе пăшăлтатрĕç юлташĕсем.
Уолтерс мистер хăйне майлă «мухтанса хăтланчĕ», вăл, хăй ĕçченнине палăртса, чупкаласа çеç тăче: кам çине мĕн тиентерме пулать, кашнинех вăл канашсем парса, ĕç хушса, приказсем парса тиентерсе çеç тăчĕ.
Библиотекарь та «мухтанса хăтланчĕ»: çĕклемĕ-çĕклемĕпе кĕвене йăтса каллĕ-маллĕ чупкаларĕ, шутсăр тăрăшса, шавласа, чупкаласа çеç çӳрерĕ.
Çамрăк учительницăсем, ачасем патнелле ачашшăн тайăлса тăрса, хăйсене майлă «шухăшлареç», — унччен пăртак малтантарах çав ачасенех вĕсем чĕпĕтнĕ, хăлхисенчен туртнă, — халĕ ĕнтĕ вĕсем итлемен ачасене кулкаласа çеç лайăх пӳрнисемпе юнаса каларĕç, итлекеннисеме пуçĕсенчен ачашласа шăлчĕç.
Çамрăк учительсем хăйсен влаçне палăртса ятла-ятла илнипе, ырă дисциплина тунипе «мухтанчĕç». Пĕтĕмпе каласан, арçын учительсемпе хĕрарăм учительсем пурте тенĕ пекех кафедра таврашĕнче кĕнекесем патĕнче ытларах çӳрекелерĕç.
Хĕрачасем, хăйсен черечĕпе, тĕрлĕ майлă «мухтанса хăтланчĕç». Арçын ачасем вара çав тĕлĕшпе тăрăшмаллипех тăрăшрĕç: сывлăшра çапăçу çинчен пĕлтерекен сасăсем илтĕнсех тăчĕç. Чăмланă хутран тунă шариксем вĕçкелесе тăчĕç.
Çак мĕнпурри хушшинче вара çемçе пукан çинче ларакан аслă çыннăн кĕлетки ăраснах çӳллĕ курăнса тăчĕ. Вăл судья пек çӳлтен çеç пăхса кулнипе шкула çутатса, хăйĕн чаплăлăхĕпе ăшăнса ларать тейĕн, мĕншĕн тесен вăл та хăйне майлă «мухтанать».
Уолтерс мистерăн савăнăçне пĕтĕмпе тăрласа çитермешкĕн пĕр япала çеç çитеймерĕ: вăл хăйĕн чаплă хăнисене тĕлĕнмелле тăрăшса вĕренекен ача кăтартасшăн çунчĕ, чи тивĕçлĕреххисене библи парасшăн пулчĕ. Шкул ачисенчен хăшĕ-пĕри темиçешер сарă билет пуçтарса çитернĕ пулсан та, ун кăмăлне тивĕçтерекенни тупăнман: директор лайăх вĕренекенсене ыйтусем парсах тĕрĕсленĕ. Ах, çав нимĕç ачине каллех лайăх тăнпуç тавăрса парасчĕ, уншăн директор нимĕн те хĕрхенмĕччĕ. Унăн пĕтĕм шанчăкĕ çухалнă тапхăрта Том Сойер малалла тухса тăрать те пĕр купа билет: тăхăр сарă билет, тăхăр хĕрлĕ тата вунă кăвак билет кăларса кăтартать, хăйне уншăн библи пама ыйтать.
Ку ĕнтĕ тăп-тăрă пĕлĕт çинчех аслати кĕрлесе янă пек пулчĕ. Уолтерс мистер Сойер çине тахçанах ĕнтĕ алăпа сулнă: çитес вунă çул хушшинче те унтан нимĕн тулкки те курас çук тесе шутланă вăл. Анчах фактсене хирĕç каяймăн: акă пичет пуснă хутсем выртаççĕ, вăл хутсем тăрăх тӳлесек пулать. Тома çӳллĕ вырăна, судья тата ытти хисеплĕ çынсем ларнă çĕре, хăпартса тăратрĕç, начальство хăй вара çав питĕ пысăк хыпара пĕлтерчĕ. Вăл ытла та тĕленмелле, тăнран яракан хыпар пулчĕ. Çак иртнĕ вунă çул хушшинче те шкул ун пек [[I,550]] курманччĕ: пурте тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Çĕнĕ герой тăруках чаплă судьяпа пĕр тан танлашса çитне пек туйăна пуçларĕ, шкул ачисем халĕ пĕрре вырăнне икĕ тĕлĕнмелле япалана курса тăчĕç. Арçын ачасем пурте Тома шутсăр кĕвĕçрĕç, хӳме шуратнă чухне пуçтарнă ырлăхпа сарă тата хĕрлĕ билечĕсене улăштарнă ачасем пуринчен те ытларах вĕчĕрхенчĕç. Çавăн пек намăссăрланса чапа тухмашкăн Тома хăйсемех пулăшнине вĕсем халĕ тин çеç ăнланса илчĕç. Çав чее ултавçă, çав илĕртекен çĕлен хăйсене çăмăллăнах лартнăшăн вăл ачасем хăйсене хăйсем питĕ тарăхрĕç.
Директор кирлĕ пек чаплăлăхпа Тома библи кĕнеки тыттарчĕ, анчах каланă сăмахĕ ун ытла хĕрӳллех пулмарĕ: темĕнле сисĕмлĕх çав мĕскĕн çынна ку ĕçре вăрттăнлăх пурах тесе систерчĕ. Анчах кăна вуçех тĕртмесен аванрах пулĕ тесе шутларĕ директор. Çак ачан вунике çавра вĕренме те ăс çитеймест, çав хушăрах вăл хăй тăнпуçĕн ампарĕсенче икĕ пин кĕлте библи ăслăлăхĕ пухса лартнă тесе шутлас пулсан, вăл вара ытла та çыпăçусар япала пулнă пулĕччĕ.
Эмми Лоренс хĕпĕртнипе çутăлса çеç тăчĕ. Вăл хай савăннине Том куртăрччĕ тесе тăрăшрĕ. Анчах Том ун çинелле пăхмарĕ те. Çакă Эммие тĕлĕнмелле пек туйăнса кайрĕ. Унтан вăл пăртак вăтаннă пек пулчĕ, унтан унăн пуçне ырă мара систерекен шухăш пырса кĕчĕ, — пырса кĕчĕ те тухса кайрĕ — унтан каллех пырса кĕчĕ. Эмми сăнасарах пăхма тытăнчĕ, — вăрт çеç пăхса илни те ăна питĕ нумай чухлаттарчĕ, унăн чĕри вара çурăлсах кайрĕ, вăл кĕвĕçрĕ, чутах макăрса ямарĕ, пĕтĕм тĕнчене курайми пулчĕ, пуринчен те ытла Тома кураймарĕ. (Тома кураймастăп тесех шутларĕ вăл.)
Тома судья умне пырса тăратрĕç, анчах мĕскĕн ача хыттăн сывлама та хăяймарĕ, унăн чĕлхи типсе пыр шăтăкĕ çумнех çыпçăнса ларчĕ. Вăл çав çыннă хăрушă чаплăлăхĕнчен пăртаках хăранипе тата пуринчен ытла çав çын хайхи хĕрачан ашшĕ пулнине пĕлсе тăнипе унăн чĕри кăлтлатсах сикрĕ. Тĕттĕм пулас пулсан, Том çав çын умне чĕркуçленсе ларса ăна ӳксе пуççапма та хатĕрччĕ. Судья, Том пуçĕ çине аллине хурса, ăна аван ача терĕ, тата: «Эсĕ мĕн ятлă?» — тесе ыйтрĕ. Ачан чĕлхи çыхăнса ларчĕ, вăл çăварне карса пăрахрĕ те юлашкинчен тин:
— Том, — тесе ячĕ.
— Çук, çук, Том мар…
— Томас.
— Вăт ку тĕрĕс. Эсĕ мĕн те пулин хушса калассине эпĕ малтанах пĕлтĕм. Аван, аван! Анчах çапах та санăн тепĕр ят та пур пулĕ тетĕп, эсĕ ăна мана калатăн пулĕ-çке?
— Джентльмена хăвăн хушаматна кала, Томас, — тесе сăмах хушрĕ Уолтерс, — тата хăвăнтан аслисемпе калаçнă чух «сэр» тесе хушса калама ан ман. Хăвна ху обществăра тытма пĕлес пулать.
— Томас Сойер, сэр.
— Ну, вăт! Ăслă, аван ача! Лайăх ача, маттурскер. Икĕ пин çавра — вăл нумай, питех нумай, питех нумай. Ху çав çаврасене тăрăшса вĕреннĕшĕн эсĕ нихçан та ӳкĕнес çук, мĕншĕн тесен пĕлни вăл тĕнчере пуринчен те ытла кирлĕрех. Пĕлни вăл çынна асла кăларать, ырă кăмăллă тăвать. Эсĕ ху, Томас, хăçан та пулин чаплă çын пулса тăрăн; çавăн чух вара эсĕ каялла çаврăнса пăхăн та çапла калăн: çакăн пек пулса тăма мана вырсарникунхи калама çук ырă шкул пулăшрĕ, вăл шкула эпĕ ача чухне çӳренĕччĕ, çакăн пек пулса тăма мана манăн хаклă учительсем пулăшрĕç, вĕсем мана тăрăшса ĕçлеме вĕрентрĕç; çакăн пек пулса тăма мана ырă директор пулăшрĕ, вăл эпĕ тăрăшнине ырласа, мана астуса пăхса тăчĕ; манăн хамăн библи пултăр тата вăл библи яланах хам çумра пултăр тесе, директор мана шутсăр хитре хуплашкаллă тĕлĕнмелле аван библи пачĕ; çакăн пек пулса тăмашкăн мана тĕрĕс вĕрентсе ӳстерни пулăшрĕ тесе калăн. Ак çакăн пек калăн эсĕ, Томас, паллах ĕнтĕ, эсĕ çав ике пин çаврашăн нимĕнле укçа та илме килĕшес çук. Нихçан, нимĕнле укçа та. Халĕ ĕнтĕ эсĕ мана тата çак икĕ дамăна хăв вĕреннисенчен мĕн те пулин каласа пама килĕшмĕн-ши? Эпĕ эсĕ килĕшессине пĕлетеп, мĕншĕн тесен эпир вĕренме юратакан ачасемпе мухтанатпăр. Эпĕ паллах, вуникĕ апостол ячĕсене пурне те пĕлетĕн ĕнтĕ. Каласа пар-ха пире, малтанхи икĕ апостолĕ мĕн ятлă пулнă?
Том хăйĕн тӳмине тытса турткаларĕ, судья çине айванла пăхса илчĕ те, хĕрелсе кайнăскер, пуçĕне аялалла усрĕ. Уолтерс мистерăн чĕри татăлсах анчĕ! Ку ача чи çăмăл ыйтăва та хуравлаяс çук вĕт, — мĕн тума судья унтан ыйтса хăтланать-ши? Анчах çапах та вăл хăйĕн сăмах хушма кирлех тесе çапла каларĕ:
— Джентльмена каласа пар ĕнтĕ, Томас, ан хăра! — терĕ.
Том, аптăраса кайса, пĕр ури çинчен тепри çине пускаларĕ.
— Мана ĕнтĕ эсĕ каласа паратăнах, — тесе сăмах хушрĕ çак хушăра дама, — Христосăн малтанхи икĕ вĕренекенĕ çапла ятлă пулнă...
— [[I,551]].
Çак сценăн юлашки тĕлне хĕрхенӳ чаршавĕ карса лартар.
5-мĕш сыпăк. Çыртакан нăрăпа йытă çури
Вунă сехет çурă тĕлĕнче пĕчĕк чиркӳн çурăк чанĕ çапма тапратрĕ, çавăнтах вара ирхи проповедь итлеме халăх пуçтарăнма пуçларĕ. Вырсарникунхи шкулта вĕрентекен ачасем тĕрлĕ çĕрелле саланчĕç, хăйсене яланах аслисем астуса тăма пултарччăр тесе, вĕсем ашшĕ-амăшĕсем ларакан сак çине кая-кая ларчĕç. Акă Полли мăнаккăшĕ те килсе çитрĕ. Сидпа Мэри ун çумне пырса ларчĕç. Том тулалла, куçа илĕртекен çуллахи ырă япаласем çинелле пăхса ан лартăр тесе, ăна чӳречерен аяккарах, чиркӳн аяк енчи пӳлмекĕ патнелле лартрĕç. Халăх хуллен-хулленех аяк енчи вырăнсене те йышăнса илчĕ. Акă ĕлĕксенче лайăхрах кунçул курнă чухăн ватă почтмейстер ларать; ăкă хула пуçĕ тата унăн майри, — мĕншĕн тесен хулара ытти усăсăр япаласем хушшинче хула пуçĕ те, мировой судья та пулнă; акă тăлăх арăм Дуглас ларать, вăл пĕр хĕрĕх çула çитпе хитре те капăр херарăм; ырă, уçă кăмăллăскер, çитменнине тата пуянскер: унăн сăрт çинче ларакан çурчĕ — çурт мар, кермен темелле, пĕтĕм хулипе те пĕртен-пĕр кермен. Çитменнине тата вăл хăнасене питĕ аван пăхакан кермен, унта пĕтĕм Санкт-Петербург хули мухтанмалăх чи чаплă праçниксем пула-пула иртеççĕ. Акă пысăк çын, Риверсон адвокат, ларать. Вăл нумай пулмасть çак вырăнсене таçтан инçетрен килсе вырнаçнă. Акă вырăнти пике пырать, унăн хыççăн чĕресене çунтаракан çамрăк хĕрсем, батистпа та лентăсемпе капăрланса лартнăскерсем, батальонĕпех кĕпĕлтетеççĕ. Акă çамрăк [[I,552]], — çак хулара миçе клерк пур, çавсем пурте чиркӳ алăкĕ патĕнче çурункă евĕрлĕ стена пек пухăнса тăнă. Вĕсем, çӳçпуçĕсене помада сĕрсе лартнăскерсем, хитре хĕрарăмсемшĕн çу-наканскерсем, хăйсен хушшипе мĕнпур хĕр иртсе каяссине кĕтсе тăраççĕ, хăйсен тутисене ĕмсе, кулкаласа пăхса тăраççĕ. Юлашкинчен, акă, пуринчен кайран, примерлă ача Вилли Меферсон килсе çитрĕ. Вăл хăйĕн амăшне яланах çав тери хытă упраса пăхса çӳрет, ăна кĕленчерен якатса тунă тейĕн. Чиркĕве те амăшĕпе пĕрле çӳрет вăл, мăнаçланнă хĕрарăмсем пурте çавăнпа ăна питĕ мухтаççĕ. Арçын ачасем вара пурте ăна кураймаççĕ: вăл хăйне хăй çавăн пек питех те лайăх тытнăшăн, пуринчен ытла тата çав ача лайăх тесе хăйсене яланах «сăмсисенчен тĕртнĕшен» кураймаççĕ. Хыçалти кĕсйинчен унăн, астумасăр хăварнă пек, сăмса тутăрĕн кĕтесси курăнса тăрать (кашни вырсарникунах çапла). Томăн сăмса тутăрĕ нихçан та пулман, сăмса тутăрĕпе çӳрекен арçын ачасене вăл юрăхсăр шухăшсем вырăнне çеç хурать. Пĕтĕм чиркĕве халăх тулса çитсен, кая юлнисене систермешкĕн татах тепĕр хут чан çапрĕ, унтан вара чиркӳре питĕ шăп пулса тăчĕ, юрламалли вырăнта тăракан юрлакансем хи-хи тесе кулкаланипе пăшăлтатни çеç çав шăплăха пăсрĕ. Юрлакансем вĕсем яланах чиркӳри кĕлĕ вăхăтĕнче ихиклетсе, пăшăлтатса тăраççĕ. Пĕр чиркӳре эпĕ хăйсене юрăхпăрах тытакан юрлакансене курнăччĕ, анчах вăл ăçта пулнине астумастăп. Çавăнтанпа нумай çул иртрĕ, мĕн-мĕн пулнисене пурне те эпĕ мантăм; вăл япала таçта ют çĕршывра пулнăччĕ пулас.
Пачăшкă кĕлĕ кĕнекисене уçма хушрĕ те гимн вулама тытăнчĕ — вăл уланă пек вулать, çав вырăнсенче çакăн пек вуланине питĕ юратаççĕ. Вăта çĕрти нотăсенчен пуçласа ярса, ерипен çӳлелле тапаланса хăпарса, çӳлти вырăна çитет те вăл, юлашки сăмахне хытă пусса, сасартăк, хăма çинчен шывалла татăлса аннă пек, аялалла пуçхĕрлĕ пере-пере анать:
Çывăх çыннăм кĕрешсе асапланнă вăхăтра
Чечексемлĕ вырăн çинче çывăрса выртăп-и?
Пачăшкă кĕлĕ вулас енĕпе маçтăр шутланнă. Чиркӳ пухăвĕсенче ăна яланах сăвĕсем калама ыйтнă. Вăл каласа пĕтерсен, дамăсем кĕлтунă пек аллисене çӳлелле çĕкле-çĕкле илнĕ, унтан çавăнтах халран кайнă майлă вĕсене чĕркуççийĕсем çинелле уснă, куçĕсене хупнă, — эпир тĕлĕннине нимĕнле сăмахпа та калама пултарас çук: ку ытла та аван, пирĕн çĕршывшăн ытла та аван-çке тесе каласшăн пулнă пекле пуçĕсене сулланă вĕсем.
Гимн вĕçленсен, хисепе тивĕçлĕ мистер Спрэг вырăнти хаçат пулса тăчĕ, çитес вăхăтри митингсем çинчен, калаçусем, пухусем тата ытти япаласем çинчен те чылай пĕлтерӳсем вуласа пачĕ вăл, приход çыннисем хăйсен ăшĕнче кунăн калаçăвĕ хăрушă суд пуличчен те пĕтмĕ, тесе шухăшлама пуçличченех вуларĕ...
Унтан пачăшкă кĕлĕ пуçласа ячĕ. Ку лайăх кĕлĕ пулчĕ, нимĕнле вак-тĕвек япаларан та йĕрĕнмен уçă та анлă кĕлĕ. Вăл пурин çинчен те, пурин çинчен те асăнчĕ: çак чиркӳ çинчен, унăн пĕчĕк ачисем çинчен, хулари ытти чиркӳсем çинчен, хула çинчен, пĕчĕк округ çинчен, пĕтĕм штат çинчен, штатри чиновниксем çинчен, Пĕрлешӳллĕ Штатсем çинчен, Пĕрлешӳллĕ Штатсенчи чиркӳсем çинчен, [[I,553]] çинчен, президент çинчен, министрсем çинчен, тинĕс çинче хаяр çил-тăвăлсем курса çӳрекен мĕскĕн çынсем çинчен, Европăри монархистсен тата Хĕвелтухăçĕнчи деспотсен пусмăрĕ айĕнче йынăшса пурăнакан темиçе миллион чура çинчен, евангелири чăнлăх çутипе çутта тухнă çынсем çинчен, курмашкăн куçĕсем çук, илтмешкĕн хăлхисем çук çынсем çинчен, инçетри тинĕс утравĕсем çинчи тĕне кĕмен çынсем çинчен, — çакна пурне те вара пачăшкă акă çапла хытă кĕлтуса вĕçлерĕ: «Эпĕ халĕ калас сăмахсем çӳлти турă умне çитчĕр, аван тăпра çине ӳкнĕ тырă пĕрчи евĕрлĕ пулса, вĕсем хăйсен вăхăтĕнче питĕ пысăк тухăç паччăр! Аминь!» — терĕ.
Çакăнта вара хĕрарăмсен тумтирĕсем кăштăртатни илтенсе кайрĕ те, приход çыннисем вырăнĕсене ларчĕç. Çак кĕнеке страницисем çинче асăнакан ача кĕлĕ итлесе ыхлах киленмерĕ, — вăл ăна, хăтăлма май çук кичемлĕхе тӳснĕ пек, хăраса, вăй çитмĕ таран тӳссе çеç ларчĕ. Унăн пĕртте вырăнта ларас килмерĕ: сăмахĕсене итлемесĕр, тĕлĕкри пек, вăл хăй туймасăрах кĕлĕри уйрăм тĕлсене асăрхаса ларчĕ, мĕншĕн тесен вăл çав кĕлле хăй паллакан çула ĕлĕкрен пĕлнĕнех хăнăхса çитнĕ. Пачăшкă кĕлĕре пĕр-пĕр çенĕ япала çинчен хушса каласанах, Томăн хăлхи ăна çавăнтах сисрĕ, вара унăн пĕтĕм ăшчикки пăшăрханчĕ, çав кĕлле пăртак пăснине те вăл лайăх мар, тӳрĕ мар хăтланни вырăнне шутларĕ.
Кĕлĕ вăхăтенче Том умĕнче ларакан сак хыçне пĕр шăна пырса ларчĕ. Çав шăна ăна пĕтĕмпех аптăратса çитерчĕ: вăл питех канлĕн хăйĕн урисене пĕр-пĕрин çумне сăтăркалать, урисемпе пуçне яра-яра илсе, ăна çав тери тăрăшса якатать, пуçĕ вара пĕвĕнчен уйăрăлнă пекех туйăнать, мăйĕ çинçе çип пек курăнать. Унтан шăна кайри урисемпе хăй çуначĕсене тасатса, хырса хăтланчĕ, çуначĕсем ӳчĕ çумне таччăнтарах çыпçăнса тăччăр тесе, вăл çуначăсене, [[I,554]] аркисене якатнă пекех, майласа якатрĕ. Нимĕнрен те шикленмелли çуккине пĕлнĕ пекех тыткалать вăл хăйне. Чăнах та, унăн нимĕнрен шикленмелли те çук. Томăн аллисем шăнана ярса тытасшăн кĕçĕтсех тăраççĕ пулин те, кĕлĕ вăхăтĕнче ун пек тума хăймасть, вăл, ун пек хăтлансан, хамăн чуна ĕмĕрлĕхех пĕтерсе хурăп, тесе шутланă. Анчах пачăшкă юлашки кĕлĕ тĕлне çитсенех, Томăн алли çавăнтах, хăй тĕллĕнех малалла шăвăнса кайрĕ те, «аминь» тени илтĕннĕ тапхăртах шăна тыткăна кĕрсе те ӳкрĕ. Анчах мăнаккăшĕ çакна курчĕ те шăнана ирĕке кăларттарса ячĕ.
Пачăшкă библин пĕр пайне вуланă хыççăн пĕр майлă сĕрлекен сасăпа питех кичем калаçу тапратрĕ. Вăл ĕмĕрех çунакан вут çинчен тата вĕресе тăракан кӳкĕрт çинчен калаçрĕ пулсан та, нумайăшĕ часах сĕнксе тĕлĕрсе ларма тытăнчĕç. Ĕмĕрех ырă курса савăнса пурăнмашкăн суйласа илнисен хисепĕ ытла та сахал пулнă пекле, çав сăваплисен питех пĕчĕк ушкăнне çăлма та кирлĕ мар тенĕнех янрарĕ проповедь.
Том проповедьри страницăсене шутласа тухрĕ. Унта миçе страница пулнине чиркӳрен тухсан яланах тĕп-тĕрĕс калама пултарнă Том, анчах проповечĕ унăн хăлхине нимĕн чухлĕ те кĕмен. Ку хутĕнче вара ăна пĕр япала интереслентерсе ячĕ. Пачăшкă пĕтĕм çынна чĕтретсе ямалла чаплă картина ӳкернĕ пекех калать, — пĕтĕм тĕнчери вилĕ çынсем хăрушă суда пуçтарăнаççĕ те, арăслан путекпе юнашар пырса выртать, вĕсене вара пĕчĕкçĕ ача малалла ертсе кайĕ, — тет вăл. Çав япалан пафосĕпе моралĕ Томшăн нимĕн те мар пек туйăнчĕ. Пĕтĕм тĕнчери халăхсем умĕнче çав пысăк ĕçе ачан тума тивни çеç Тома тĕлĕнтерсе ячĕ, унăн куçпуçĕ çутăлса кайрĕ, вăл хăйĕн ăшĕнче: «Арăсланĕ алла вĕреннĕскер пулас пулсан, эпĕ хам та çавăн пек ача пулма хатĕр», — терĕ.
Акă каллех пĕртте интереслĕ мар каланисем пуçланчĕç, Том вара каллех асапланса ларма пуçларĕ.
Сасартăк Том хăй кĕсйинче мĕнле ырă япала пуррине астуса илчĕ те ăна васкаса туртса кăларчĕ. Вăл питĕ пысăк та хăрушă янахсемлĕ мăн хура нăрă иккен; «çыртакан нăрă», тет ăна Том. Нăрра пистон коробки ăшне пытарса лартнă пулнă. Том коробкăна уçнă-уçман нăрă ун пӳрнине çыртса илчĕ. Паллах ĕнтĕ, арçын ача ăна хăй патĕнчен аяккалла ывăтса ячĕ, нăрă çыртнă пӳрнине çăварне чиксе лартрĕ. Нăрри çурăмĕ çине кайса ӳкрĕ те çаврăнма пĕлмесĕр тапаланса выртрĕ. Том ăна каллех ярса тытасшăн çунчĕ, анчах нăрри унтан аякра. Проповедьпе интересленменнисемшĕн йăпану пулчĕ ку, нумайăшĕ нăрă мĕн хăтланнине асăрхаса пăхса ларчĕç.
Çак вăхăтра пĕр аташса кайнă кăтра йытă, хуйхăраканскер, çуллахи шăрăх сывлăшпа çемĕçсе кайнăскер, чиркĕве пырса кĕчĕ. Питĕрсе лартнă çĕрте ларасси ăна йăлăхтарсах çитернĕ, вăл çĕнĕ япаласемпе çĕнĕ савăнăçсем курасшăн çуннă. Вăл çав нăрра курах кайрĕ, салхуллăн усса янă хӳри унăн çавăнтах çӳлелле тăрса вĕлтĕртетме тапратрĕ. Йытă хăй тупнă япалана нумайччен сăнаса пăхрĕ, унăн йĕри-тавра çаврăнкаласа çӳрерĕ, шикленсе аякран шăршлакаларĕ, унтан хăйса патнерех пычĕ. Кайран вăл çăварне карчĕ те нăрра тытма хăтланчĕ, анчах тытаймарĕ, тепĕр хут тытма хăтланса пăхрĕ, унтан татах та татах. Çакăн пек хăтланасси унăн кăмăлне кайрĕ пулмалла. Вăл хырăмĕ çине выртрĕ, нăрри унăн урисем хушшине тĕлех пулчĕ, йытă вара каллех хăйĕн опычĕсене тума тапратрĕ. Кăштахран хăтланасси ăна йăлăхтарсах çитерчĕ пулас, вăл, нăрă çинчен манса, тĕлĕрме тытăнчĕ, сăмси аялалла усăна-усăтаа анчĕ. Хуллен-хуллен унăн пуçĕ кăкăрĕ çинеллех усăнса анчĕ те, аялти янахĕ хăйĕн тăшманĕ çумне пырса тĕкĕнчĕ, л-ешĕ вара çийăнчек çыртса илчĕ, янахĕ çумне çыпăçсах ларчĕ. Йытă çухăрсах ячĕ, пуçне суллахма тапратрĕ, нăрă пĕр-икĕ утăм аяккалла ывхăйса кайрĕ те каллех çурăмĕ çине ӳкрĕ. Çывăхра лараканнисем нимĕн сассăр куллиле чĕтренсе ларчĕç, нумайăшĕ пит-куçне веерпа та сăмса тутрипе хупларĕ, Томĕ вара калама çук савăнчĕ.
Йытти айванла унталла-кунталла пăхкаларĕ, ухмахра юлнине вăл хăй те чухларĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тата хăйне хур тунă пирки унăн ăшчикки питех пăшăрханчĕ, вăл тавăрасшăн çунчĕ. Çавăнпа та вăл нăрă патне йăпшăнса пычĕ те сыхлансарах каллех атака тапратса ячĕ: пур енчен те нăрă çинелле сиккелесе пычĕ, малти урисемпе перĕнес пекех, патнерех те патнерех сиксе, шăлĕсемпе шăт-шат тутарчĕ, пуçне хытă сулланипе унăн хăлхисем те силленчĕç. Юлашкинчен, çакă та ăна йăлăхтарсах çитерчĕ. Вăл вара шăнапа выляма хăтланса пăхрĕ, анчах шăни те ăна çавăнтах йăлăхтарса çитерчĕ, кайран вăл сăмсине урай çумнех тытса кăткă хыççăн та уткаласа пăхрĕ. Анчах кунпа та савăнăç тупаймасăр аптраса анасласа илчĕ, хашах сывларĕ те, нăрă çинчен мансах кайнăскер, лăпах пырса ларчĕ ун çине. Шутсăр хытă çухăрни илтĕнсе кайрĕ, йытă [[I,555]] çине сиксе хăпарчĕ те çухăрашса чиркӳ тăрăх чупкалама тапратрĕ; алтарь тĕлне çитсен, тепĕр енчи клирос патнелле чупса каçрĕ, ухă пекех чиркӳ алăкĕ патнелле вĕçтерчĕ, алăк патĕнчен — каялла; вăл пĕтĕм чиркеве янтратса çухăрчĕ, мĕн чул хытăрах чупрĕ, çавăн чул хытăрах ӳсрĕ ун ыратни. Юлашкинчен йытă хăйĕн орбити тавра çутă пайăрки хăвăртлăхĕпе çаврăнакан темĕнле çăмлă комета евĕрлĕ пулса тăчĕ. Унтан вара асап тӳсекен йытă ăсран кайнипе аяккалла танса сикре те хăйĕн хуçи чĕркуççийĕ çине улăхса ларчĕ, лешĕ ăна чӳрече витĕр тулалла кăларса ывăтрĕ. Хурлăхлăн уланă сасă вара, хуллентерех те хуллентерех илтĕнсе, аякалла кайса, кайран вуçех илтĕнми пулчĕ.
Пурте хăйсем кулса ярассине пусарнипе антăхса хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕç. Проповедь калассине те чарса лартма тиврĕ. Проповечĕ çавăнтах малалла тăсăлчĕ, çапах кашни утăмрах такăна-такăна уксахласа пычĕ. Вăл çынсен чĕрисене пырса тивесси çинчен шухăшламалли те çук: мĕскĕн пачăшкă темĕнле ытла та мыскаралла каланă пекле, приход çыннисем чи усал, хăрушă япаласем çинчен каланă сăмахсене те, чиркӳ сакĕ хыçĕсене пытанса, хуллен лăх-лăх кулса йышăнчĕç.
Çапла асапланса ларасси пĕтсен, юлашкинчен, «аминь» сăмаха каласа, пурте çăмăллăн сывласа ячĕç.
Том Сойер савăклăн килнелле утрĕ, вăл хăйĕн ăшĕнче ак çапла шухăшларĕ: «Пăртак урăхларах япала хушсан, чиркӳри кĕлĕ те хăшпĕр чухне питех кичем пулмасть-çке», — терĕ. Унăн савăнăçне пĕр япала çеç пăсрĕ: кăтра йытă унăн «çыртакан нăррипе» вылянине вăл пĕртте тиркемерĕ, анчах ма-ха çав йытă нăрра аяккалла илсе кайрĕ? Ку ĕнтĕ лайăхах та мар.
6-мĕш сыпăк. Том Беккипе паллашать
Тунтикун ирхине, çывăрса тăрсан, Том хăйне хăй питĕ телейсĕр туйрĕ. Кашни тунтикунах ирхине вăл çапла туять, мĕншĕн тесен çав кун шкулта çĕнĕрен асапсем курмалли эрне пуçланать. Ĕнер ма праçник пулчĕ-ши тесе хурланать вăл, мĕншĕн тесен ирĕкре çӳренĕ хыççăн ирĕксĕрлĕхе таврăнасси тата йывартарах.
Том шухăшласа выртрĕ. Сасартăк ун пуçне çакăн пек шухăш пырса çапрĕ: чирлесе ӳксен, пит авам пулĕччĕ, вара вăл шкула та каймĕ, килĕнче ларĕ. Шанчăкĕ сахал, çапах та мĕншĕн хăтланса пăхас мар? Том хăйĕн çанçурăмне тыткаласа пăхрĕ. Ниçта та ыратмасть, вăл хăйне тата тепĕр хут хыпашласа пăхрĕ.
Ку хутĕнче ăна хырăмĕнче темĕн касма пуçланă пек туйăнса кайрĕ, вăл хытăрах ыратма пуçлать пулĕ тесе ĕмĕтленсе хĕпĕртерĕ. Анчах хытăрах ыратма мар, ыратасси часах лăпланчĕ те хуллен-хулленех йăлтах пĕтсе ларчĕ. Том каллех шухăша путрĕ. Кĕтмен çĕртенех вăл хăйĕн пĕр шăлĕ тапранкаланине асăрхарĕ. Ку ĕнтĕ питех вырăнлă пулчĕ, вăл йынăшсă яма тăнăччĕ çеç, унан пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: шăл ыратать тесе çăвар уçсанах, мăнакка çавăнтах шăла тăпăлтарса кăларать, — ку, паллах, ыраттарать ĕнтĕ. Çавăнпа та вăл шăла кайран валли усрас, халĕ вара мĕн те пулин урăххи шырас, тесе шут тытрĕ. Пĕр вăхăт хушши нимĕн те тупăнмарĕ. Унтан вăл тухтăр пĕр чир çинчен каласа кăтартнине аса илех кайрĕ: ку чир вара пĕр çынна икĕ е виçĕ эрнелĕхе вырăн çине вырттарнă, тет, тата пӳрнесĕр те тăратса хăварма пултарнă, тет. Ача васкасах урине утиял айĕнчен кăларчĕ те пысăк пӳрнине сăнаса пăхма пуçларĕ. Анчах вăл çав чир паллисем мĕнлине пĕлмест. Çапах та хăтланса пăхма юрать ĕнтĕ тесе, вăл тăрăшсах йынăшма тапратрĕ.
Сид вăранмарĕ.
Том хытăрах йынăшса ячĕ: хуллен-хулленех ăна чăнах та пӳрни ыратнă пек туйăнма пуçларĕ.
Сид Тома херхении-мĕнĕ пĕрре те палăрмарĕ.
Том вăйпа тăрăшса йынăшнипе ывăнса та çитрĕ. Вăл пăртак канчĕ, унтан ӳпкисем ăшне сывлăш пуçтарса темиçе хутчен те питĕ лайăххăн йьшăшса илчĕ.
Сид харлаттарма пăрахмарĕ.
Çавăнпа Том питех тарăхса кайрĕ. «Сид! Сид!» — терĕ те вăл, ăна хуллен силлеме пуçларĕ. Сид вăраннă пек пулчĕ, Том вара каллех йынăшма тапратрĕ. Сид анасласа тутлăн карăнчĕ те чавсаланса пăртак çĕкленчĕ, хартлатса илнĕ май Том çине тĕлĕнсе пăхса ларчĕ. Том йынăшма пăрахмарĕ. Сид ăна:
— Том! Итле-ха, Том! — тесе чĕнчĕ. Томĕ хирĕç чĕнмерĕ. — Илтетĕн-и эсĕ, Том! Том! Мĕн пулчĕ сана, Том?
Сид пиччĕшĕ çине хăраса пăхрĕ, ним тума аптăранипе силлеме пуçларĕ.
— Ан тив, Сид! Ан тĕкĕн мана! — йынăшса ячĕ Том.
— Мĕн пулчĕ сана, Том? Эпĕ мăнаккăна чĕнсе килетĕп.
— Çук, кирлĕ мар. Тен, вăл часах иртсе каять пулĕ. Никама та ан чен. Кирлĕ мар.
— Çук, çук, чĕнесех пулать. Ан йынăш-ха эсĕ каплах. Питĕ хăрушă. Нумайранпа асапланатăн-и?
— Темиçе сехет хушши ĕнтĕ. Ой! Туршăн та, ан турткала-ха мана, Сид! Эсĕ мана вĕлеретĕн.
— Ма-ха эсĕ малтантарах вăратмарăн мана, Том? Ой, Том, чарăн-ха йынăшма: эсĕ йынăшнăран манăн пĕтĕм çанçурăм сăрăлтатса каять. Мĕн ыратать санăн?
— Эпĕ сана пĕтĕмпех каçаратăп, Сид!.. Эсĕ ман умра айăпа кĕнине пĕтĕмпех каçаратăп. Эпĕ вилсессĕн...
— Ой, Том, нивушлĕ эсĕ вилетĕн? Том, ан вил... тархасшăн! Тен...
— Эпĕ пурне те каçаратăп, Сид! Çавна кала вĕсене, Сид. Хăрах куçлă кушак çурипе чӳрече рамкине хулана хальтерех çеç килнĕ хĕрачана пар, Сид, ăна тата çапла кала...
Сид текех итлесе тăмарĕ, йĕмне ярса тытрĕ те алăкран тухса вĕçрĕ. Халĕ ĕнтĕ Том чăнахах асапланчĕ (çав тери тĕлĕнмелле шухăшласа кăларма пултарнă унăн тăнпуçĕ), вăл йынăшнисем те чăнахах ыратнă чухнехи пекех пулса тухрĕç.
Сид пусма тăрăх чупса анчĕ те:
— Ой! Полли мăнакка, часрах килĕр! Пирĕн Том вилет! — тесе кăшкăрса ячĕ.
— Вилет?
— Ара! Ара! Мĕн кĕтсе тăратăр-ха эсĕр? Часрах килĕр!
— Пустуй! Ĕненместĕп!
Çапах та мăнаккăшĕ çӳлелле чупса хăпарчĕ. Сидпа Мэри ун хыççăн васкарĕç. Мăнаккăшĕн сăнĕ шап-шурă, тути чĕтрет. Том вырăнĕ патне чупса пырса, вăл çапла çеç калама пултарчĕ:
— Том! Том! Мĕн пулнă сана?
— Ох, мăнакка, эпĕ...
— Мĕн пулнă, мĕн пулнă сана, ачам?
— Ох, мăнакка, манăн пӳрнене [[I,556]] пулнă. Полли мăнаккăшĕ пукан çине кайса ӳкрĕ те кулса ячĕ, унтан макăрма пуçларĕ, кайран пĕр вăхăтрах кулчĕ те, макăрчĕ те.
Кăштахран тăна кĕчĕ те çапла каларĕ:
— Ну, хăратса пĕтертĕн эсĕ мана, Том! Халĕ ĕнтĕ çитет: хăвăн фокусусене пăрах, урăх ун пек ан тунă пултăр!
Йынăшу чарăнса ларчĕ, пӳрне ыратни те пĕр тапхăртах иртсе кайрĕ. Ача пăртак вăтаннă пекле пулчĕ.
— Чăнах та, Полли мăнанка, мана пӳрне йăлтах хăрса кайнă пекле туйăнчĕ, çав тери ыратрĕ те, эпĕ шăл çинчен манса та кайрăм.
— Шăл? Санăн шăлна мĕн пулнă тата?
— Сулланать тата шутсăр ыратать, чăтма та çук.
— Юрĕ, юрĕ, каллех йышăнма ан тытăн. Кар-ха çăварна! Чăнах та, шăлĕ сулланать, анчах уншăн эсĕ вилес çук. Мэри, пурçăн çип тата кухньăран çунакан вутпуççи илсе кӳрсе пар-ха мана.
— Мăнакка, ан тăпăлтарăр, кирлĕ мар, — вăл ĕнтĕ ыратмасть! Эпĕ çак вырăнтан таçта шăтăкаллах анса каям, вăл кăшт та пулин ыратать пулсассăн. Тархасшăн, ан тăпăлтарăр, мăнакка! Эпĕ çапах та килте юлас çук, эпĕ çапах шкула каятăп...
— Э, акă мĕн иккен! Эсĕ вĕренме каясран хăтăлса юлас та çырмана пулă тытма яра парас тесе çеç çавăн пек хăтланма тапратса янă. Ах, Том, Том, эпĕ сана çав тери юрататăп, эсĕ, юри хăтланнă пекех, хăвна ху лайăх тытмасăр манăн ватă чĕреме хускататăн.
Çав вăхăтра шăл тăпăлтармалли япалисем те килсе çитрĕç. Полли мăнаккăшĕ пурçăн çип вĕçне ункă турĕ, ăна ыратакан шăл çине тăхăнтарса хытă туртăнтарса лартрĕ, тепĕр вĕçне кравать пуçĕнчен çыхрĕ; унтан çунакан вутпуççине ярса тытрĕ те ăна ачан сăмси патнех илсе пычĕ. Пĕр самант çеç иртрĕ — шăл кравать пуçĕнчен çыхнă çип çинче çакăнса та тăчĕ.
Анчах асапсем тӳссе айлалнă хыççăн этемсене ырри те кĕтет. Том ирхи апат çисе шкула пырсан, юлташĕсем пурте ăна чăтма çук кĕвĕçрĕç, мĕншĕн тесен çӳлти шăлĕсем хушшинче пушă вырăн пулса тăнăран Том йăлтах çĕнĕлле майлă, тĕлĕнмелле лайăх сурма пултарче.
Çав япалапа интересленсе кайнă ача-пăча унăн йĕри-тавра ушкăнĕпех пуçтарăнчĕ. Пăр арçын ача, хăйĕн пӳрнине касса янăскер, ку таранччен пурте хăйне пăхса, пуççапса тăнăскер, халĕ тăруках хăйĕн майлисене пурне те çухатрĕ, чапĕ те унăн пачах сӳнсе ларчĕ. Çавăншăн вăл питĕ хурланчĕ. Çавăнпа та: «Том Сойер пек сурасси вăл ниме те тăмасть», — тесе хучĕ. Анчах тепĕр арçын ачи çавна хирĕç: «Иçĕм çырли халĕ симĕс-ха!» — терĕ те, чапран тухнă геройăн нимĕн мухтавсăрах аяккалла пăрахса кайма тиврĕ.
Çакăн хыççăн часах Том пĕр çамрăк [[I,557]] Гекльберри Финна, çав çĕрти ĕçке ернĕ çын ывăлне, тĕл пулчĕ.
Хулари пур ача амăшĕ те ăна пĕтĕм чĕререн курайман , çав вăхăтрах тата унтан хăранă та, мĕншĕн тесен вăл усал, юлхав ача тата лайăх пăхса ӳстермен, нимĕнле саккуна та пăхăнман ача пулнă. Тата çакăншăн та ăна курайман: ачасем пурте — пур ача та — ăна шутсăр юратнă, хăйсене хушман пулсан та, вĕсем çапах унпа пĕрле çӳреме кăмăлланă, пур енĕпе те вĕсем çав ача майлă пулма тăрăшнă. «Ырă килйышсенчи» ытти арçын ачасем евĕрлĕ, Том та çынсем йышăнман Гекльберрине кĕвĕçнĕ, ăна та килте çав çĕтĕк-çатăк ачапа ан выля тесе хăтăрсах каланă. Паллах ĕнтĕ, çавăн пиркиех те Том, май килсен, яланах çав ачапа вылянă. Гекльберри мăн çынсен тумтир юлашкисене тăхăнса çӳренĕ. Кирек хăçан та унăн тумтирĕ шерепеленсе, татăкăн-татăкăн усăнса çӳренĕ, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа вараланса пĕтнĕ. Унăн шлепки темĕн пысăкăш ишĕлсе аннă япала пек курăнса ларнă: хĕррисенчен аялалла çур уйăх евĕрлĕ пысăк татăк усăнса тăнă. Сайра хутра Гек хăйĕн пиншакне тăхăнса ярсан, пиншакĕ вара унăн ура кĕлисем таран тенĕ пекех усăнса çӳренĕ, хыçалти тӳмисем пилĕкрен чылай аялта пулнă. Йĕмĕ хăрах енчи çакки çинче çеç çакăнса тăнă, хыçалтан пăхсан, темĕн пысăкăш пушă михе пек лĕнчĕртетсе çӳренĕ, аялта вара шерепепе эрешленĕ майлă пулнă. Гек йĕмне тӳмелеме манса кайсан, шерепийĕ пылчăк тăрăх сĕтĕрĕнсе пынă. Гекльберри ирĕкле кайăк евĕрлĕ пулнă, ăçта çӳрес килнĕ, çавăнта çӳренĕ. Çанталăк лайăх чухне вăл ют çынсен пусма картлашкисем çинче çĕр каçнă, çанталăк çумăрлă пулсан — пушă пичкесем ăшĕнче. Унăн ни шкула, ни чиркĕве çӳремелле пулман, унăн никама итлемелли те пулман, пуçлăх тавраш та пулман унăн. Хăйĕн хăçан кăмăл пулнă — çавăн чухне тата хăйне кăмăла кайнă çĕрте вăл пулă тытма е шыва кĕме пултарнă, шывра та хăйĕн мĕн чухлĕ ларас килнĕ, çавăн чухлĕ ларма пултарнă. Çапăçма та ăна никам та чарман. Сĕм-çĕрле пуличченех çывăрма выртмасăр та пултарнă. Çуркунне вăл ытти арçын ачасенчен чи пирвай çара уран çӳреме тытăннă, кĕркунне вара пуринчен кайран урине мĕн те пулин тăхăннă. Унăн ни пит çума, ни таса кĕпе тăхăнса хăтланма кирлĕ пулман, вăрçассине вăл тĕлĕнмелле вăрçма пĕлнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăç илемне кӳрекен савăнăçсем пурте унăн аллинче пулнă... Санкт-Петербург хулинче «ырă килйышсенче лайăх вĕрентсе ӳстернĕ» арçын ачасем, имшерленсе кайнăскерсем, алли-урисемпех сăнчăрланă пекех усраканкерсем, пурте çавăн пек шухăшланă.
Романтикла çапкаланчăка Том çапла саламларĕ:
— Эй, Гекльберри! Сывлăх сунатăп сана!
— Сана та сывлăх сунатăп, шӳтлеместĕн пулсан.
— Мĕн вăл санăн?
— Вилĕ кушак.
— Пар-ха, Гек, курам! Ав мĕнле, йăлтах хытса ларнă. Ăна эсĕ ăçтан тупрăн?
— Пĕр ачаран илтĕм…
— Мĕн чухлĕ патăн?
— Кăвак билета тата вăкăр хăмпăвне... бойньăран пĕçертсе килнĕскерне патăм.
— Кăвак билетне ăçтан тупрăн-ха?
— Пĕр-ик эрне пулать, Бен Роджерсран илтĕм... ăна кăшăл валли патак патăм.
— Итле-ха, Гек, вилĕ кушаксем — мĕне кирлĕ вĕсем?
— Мĕнле апла мĕне кирлĕ? Шĕпĕнсене пĕтермешкĕн.
— Чăнах-и? Эпĕ тата унтан лайăхрах пĕр май пĕлетĕп.
— Тупăшатăп, пĕлместĕн тесе. Мĕнле май?
— Çĕрĕк шыв.
— «Çĕрĕк шыв»? Ниме те тăмасть вăл санăн çĕрĕк шыву.
— Ниме те тăмасть-и? Эсĕ ăна хăçан та пулин курнă-и?
— Эпĕ хам курман. Анчах Боб Тэннер курнă.
— Кам каларĕ сана?
— Пĕлетĕн-и эсĕ, вăл Джефф Тэчера каланă. Джефф Тэчер Джонни Бэкера каланă. Джонни Джим Холлиса каланă, Джимĕ Бен Роджерса каланă, Бенĕ пĕр негра каланă, негр мана каларĕ. Çавăнпа пĕлетĕп те.
— Ну, мĕн вара апла пулсан? Вĕсем пурте суеçĕсем. Негрсăр пуçне пурте суеçĕсем, негрне эпĕ пĕлместĕп. Анчах эпĕ суйман негра ку таранччен курманччĕ-ха. Çакă пурте пустуй лăпăртатни çеç! Халĕ ĕнтĕ эсĕ кала-ха мана, Гек, Боб Тэнлер шĕпĕнсене мĕнле пĕтерме хăтланнă?
— Çаплах, çĕрĕк тунката çинче пуçтарăнса тăнă çумăр шывĕ ăшне аллине чикнĕ те кăларнă.
— Кăнтăрла чикнĕ-и?
— Паллах, кăнтăрла.
— Тунката еннелле пăхса чиклĕ-ши?
— Апла пулмасан, мĕнле тата.
— Ун чухне мĕн те пулин каланă-ши?
— Нимĕн те каламан пулмалла... Кам пĕлет? Пĕлместĕп.
— Аха! Нимĕн тулккине те пĕлмен ухмах пек ĕçе тытăнсан, шĕпĕнсене çĕрĕк шывпа пĕтересси ăçтан пулĕ унта? Паллах, пулас çук. Вăрмана, чăтлăх ăшне пĕччен каймалла, ăçта çавăн пек çĕрĕк тунката пуррине асăрхамалла та лăп çур çĕрте çав тунката еннелле çурăмпа çаврăнса тăмалла, шыв ăшне алла чиксе çапла каламалла:
Индеец çимĕçĕ — урпа,
Йăлт тăкăн çĕр çине.
Эй, çĕрĕк шыв, пĕтер йăлтах
Алри шĕпĕнсене.
Унтан куçа хупмалла та, васка-васка лăп вунпĕр утăм аяккалла кайса тăмалла, вара пĕр вырăнта тăрсах виçĕ хут çаврăнса илмелле, киле таврăннă чухне никама та пĕр сăмах та каламалла мар. Каларăн-тăк вара — пĕтрĕ.
— Чăнах та, ку тĕрĕс пек туйăнать, анчах Боб Тэннер вăл... апла туман.
— Апла туман пулĕ çав! Мĕншĕн тесен вăл пирĕн хулари ачасем хушшинче пуринчен те ытларах шĕпĕнлĕскер. Çĕрĕк шывпа епле хăтланмаллине пĕлнĕ пулсан, унăн пĕр шĕпĕнĕ те юлас çукчĕ. Эпĕ хам та çав юрăпа темиçе пин шĕпĕн пĕтертĕм, — чăн калатăп, хам алăсенчи шĕпĕнсенех пĕтертĕм. Манăн шĕпĕн питĕ нумайччĕ, мĕншĕн тесен эпĕ час-часах шапасене тыткаласа хăтланаттăм. Хăшпĕр чухне эпĕ шĕпĕнсене пăрçа хутаççисемпе те пĕтеретĕп.
— Ия, вăл шанчăклă япала. Эпĕ хам та ăна курса, хăтланса пăхнă.
— Мĕнле?
— Пăрçа хутаççи илетĕн те ăна çуратăн, унтан хăвăн шĕпĕнтен пĕр тумлам юн кăлармашкăн ăна çĕçĕпе касатăн. Çав юнпа вара пăрçа хутаççин çуррине сĕретĕн, унтан вара пĕчĕк шăтăк чаватăн та çав çуррине тăпра ăшне пытаратăн... пĕлĕт çинче уйăх пулман чухне, çур çĕр тĕлнелле çитсен, хĕреслĕ çул çинче пытаратăн... тепĕр çуррине çунтарса яратăн. Юнлă çуррийĕ вара хăй патнелле тепĕр çуррине туртма та тытăнать, юнĕ çав вăхăтра шĕпĕне хăй патнелле туртса илет, шĕпĕн вара питĕ час каять.
— Тĕрĕс, Гек, тĕрĕс, пăрçа хутаççин çуррине шăтăк ăшне алтса чикнĕ чухне: «Тăпра ăшне пул, пăрçа хутаççи, шĕпĕн, пăчлан, урăх мана ан асаплантарнă пултăр», — тесе каласан, тата лайăхрах, хăватлăрах пулнă пулĕччĕ. Шĕпĕнсене Джо Гарпер çавăн пек пĕтерет, вăл ĕнтĕ пурнăç курнă çын, — ăçта-ăçта çитмен пулĕ вăл... Вилĕ кушаксемпе эсĕ шĕпĕнсене епле пĕтеретĕн тата?
— Акă епле. Кушака ил те çур çĕр çитиччен кăшт малтанрах масар çине, пĕр-пĕр усал çынна пытарнă шăтăк патне, кай. Çур çĕрте усал тухать, тен, иккĕ те, виççĕ те тухĕ. Анчах эсĕ вĕсене кураймăн, çил кашланă пек пулнине çеç илтĕн, тен, тата вĕсем калаçнине илтĕн. Вĕсем вилене сĕтĕрсе кайма тапратсан, эсĕ, вĕсен хыççăн кушака ывăтса, çапла кала: «Вилĕ хыççăн усал, усал хыççăн кушак аçи, кушак аçи хыççăн шĕпĕнсем, — вара ĕçĕ пĕтрĕ те, — эсир урăх кирлĕ мар!» — те. Çапла тусан, кирек мĕнле шĕпĕн те пĕтет.
— Пĕтес пек туйăнать. Эсĕ ху ăна хăçан та пулин туса пăхнă-и, Гек?
— Çук, туса пăхман. Мана ватă карчăк Гопкинс каланăччĕ.
— Апла пулсан, вăл тĕрĕсех вара: тухатмăш теççĕ ăна.
— «Теççĕ»! Эпĕ ăна лайăхах пĕлетĕп. Вăл манăн аттене пăсрĕ. Атте хăй мана каланăччĕ. Пĕрре вăл пынă та курах кайнă: çав карчăк хăй тухатнине атте çинелле «ярать», тет. Атте чул илнĕ те ăна чулпа яра панă, — аран çеç çăлăнма ĕлкĕрнĕ, тет, вăл. Вара мĕн пулнă тетĕн-ши эсĕ: çав çĕрех атте, ӳсĕрскер, аслăк çинче çывăрса выртнă çĕртен йăванса аннă та аллине хуçса пăрахнă.
— Ай-ай-ай! Анчах вăл ăçтан пĕлнĕ-ха çав карчăк ăна «пăсса яма» хăтланнине?
— Вăт тата. Çавна пĕлесси вăл нимех те мар, тенĕччĕ атте. Пĕр-пĕр çын сан çине куçне чарсах пăхать тата темĕнскер мăкăртатать пулсан, çав, паллах, вара сана пăсма тăрăшать. Тухатмăшсем хăйсен ăссĕн темĕскер мăкăртатма тапратсан, çавă ĕнтĕ вĕсем кĕлле кутăн, хыçалтан малалла вулалине пĕлтерет, ăнлантăн-и?
— Итле-ха, Гек, эсĕ хăçан кушакпа хăтланса пăхасшăн?
— Кĕçĕр çĕрле. Усалсем кĕçĕр çĕрле ватă Вильямса илме килеççĕх пулĕ тетĕп эпĕ.
— Ара, ăна шăматкунах пытарнăччĕ вĕт, Гек. Вĕсем ăна шăматкун çĕрлех сĕтĕрсе кайнă пулĕ.
— Мĕн калаçатăн эсĕ! Çур çĕрччен епле илсе кайма пултарнă вĕсем ăна? Çур çĕрте вара вырсарникун пуçланса кайнă. Эпĕ шухăшлатăп: усалсем вĕсем вырсарникун çĕр çинчен питех те сĕтĕрĕнсе çӳреме юратмаççĕ пулĕ, тетĕп.
— Вăл тĕрĕсех. Эпĕ кун çинчен шухăшламан та. Мана хăвна пĕрле илсе каятăн-и?
— Паллах, илсе каятăп, хăрамастăн пулсан.
— Хăратап! Вăт тата, каларĕ! Эсĕ кушакла макăрса яма манмастăн-и?
— Манмастăп... Май пур пулсан, ху хирĕç кушакла макăр. Атту пĕркунне эсĕ мана ахалех темĕн чул кĕттерсе тăратрăн. Эпĕ кушакла макăртăм, макăртăм, вара ватă Гэйс мана: «Çăва латлех кайтăрччĕ ку кушак!» — тесе, чулпа пеме тапратрĕ. Çавăншăн эпĕ унăн чӳречине кирпĕчпе персе çĕмĕртĕм, — асту, эсĕ ан пăлăртат ун çинчен.
— Юрĕ. Çав çĕр эпĕ сана хирĕç кушакла макăрма пултараймарăм: мана мăнакка астуса сыхласах тăчĕ. Анчах кĕçĕр сана хирĕç чĕнетĕпех. Итле-ха, Гек, вăл мĕн санăн?
— Ахаль, пустуй япала — сăвăс çеç.
— Ăçтан тупрăн ăнă?
— Вăрманта.
— Мĕн чул илетĕн эсĕ уншăн?
— Пĕлместĕп. Сутас килмест ăна.
— Сăвăсĕ те питĕ пĕчĕкскер.
— Апла пулмасăр! Ют çыннăн сăвăсне яланах хурлама пăхаççĕ. Маншăн пулсан, ку та аван.
— Сăвăссем вăрманта тем чухлех. Пухас тесессĕн, эпĕ пин сăвăс та пухма пултараттăм.
— Мĕн пирки ĕç чарăнса тăчĕ вара? Ма пухма каймастăн? А-ха! Эсĕ пултарас çуккине ху та пĕлетĕн. Манăн шутпа, ку сăвăс питĕ ирхискер. Кăçалхи çул ку сăвăс пуçласа тытнăскер.
— Итле, Гек, эпĕ сана уншăн хамăн шăла паратăп.
— Кăтарт.
Том, хут татăкки туртса кăларса, хуллен уçрĕ. Гекльберри шăла çавăркаласа пăхрĕ. Ку япала ăна шутсăр илĕргнĕ. Юлашкинчен вăл:
— Чăнах та шăлах-и? — тесе ыйтрĕ.
Том тута хĕррине çӳлелле çĕклентерсе пушă вырăнне кăтартрĕ.
— Юрĕ, эппин, — терĕ Гекльберри. — Эппин, килĕштерер.
Том сăвăса пистон коробки ăшне, хальтерех çеç нăрă валли тĕрме пулнă коробка ăшне, хучĕ те, ачасем уйрăлса кайрĕç, кашниех вара хăйне хăй ĕлĕкхинчен пуянтарах шутларĕ.
Пĕренерен тунă пĕччен ларакан пĕчĕк çурт патне çитсен, — вăл çуртра шкул пулнă, — Том урока васкасах пыракан çын евĕрлĕ хăвăрт кĕрсе кайрĕ, шлепкине йывăç пăта çине çакса ячĕ те, ĕç тума васканă пек, лармалли вырăна васкаса утрĕ. Çурăлкаласа кайнă çӳллĕ кресло çинче, трон çинчи пекех, ларакан учитель ачасем шавланипе ыйхăласа, канлĕн тĕлĕрсе ларатчĕ. Том пырса кĕнипе вăл вăранса кайрĕ.
— Томас Сойер!
Учитель хăйне пĕтĕм ятран чĕнет пулсан, вăл вара ыррине систерменнине Том аван пĕлет.
— Итлетĕп, сэр!
— Кил кунта! Ну, сэр, мĕншĕн эсĕр паян каллех юлтăр-ха?
Том мĕн те пулин суяс терĕ, анчах çав минутра унăн куçĕ умне вăрăм сарă çивĕтсем тухса тăчĕç, юратăвăн туртăм вăйне пула çав çивĕтсене вăл тӳрех палласа илчĕ. Вăл акă мĕн курчĕ: класра хĕрачасем ларакан енче пĕртен-пĕр пушă вырăнĕ çав хĕрачапа юнашар, вара вăл тӳрех çапла ответлерĕ:
— Эпĕ Гекльберри Финнпа пуплеме чарăнса тăтăм, — терĕ.
Учитель тĕлĕннипе хытсах кайрĕ: вăл нимĕн тума пĕлмесĕр Том çине пăхса ларчĕ, ун çинчен куçне те илмерĕ. Ачасем сĕрлеме чарăнчĕç. «Ку харсăр ача ухмаха ермен-ши?» — тесе ыйтрĕç шкул ачисем хăйсенчен хăйсем. Юлашкинчен учитель çапла каларĕ:
— Мĕн... мĕн турăн эсĕ?
— Гекльберри Финнпа пуплеме чарăнса тăтăм.
Ку сăмахсем мĕне пĕлтернине йăнăш ăнланмаллимĕн пулман.
— Томас Сойер, ку сăмахсем ĕнтĕ эпĕ хам ĕмĕрте илтнĕ сăмахсенчен чи тĕлĕнтерсе яракан сăмахсем пулчĕç. Çавăн пек чăрсăр каланăшăн сана линейкăпа çапни те сахал пулать. Хыв курткуна.
Учитель алли ывăнса çитичченех тăрăшрĕ. Хулăсен çыххи чылай пĕчекленсе юлчĕ, унтан çапла приказ пулчĕ:
— Халĕ, сэр, хĕрачасемпе пĕрле кайса ларăр. Вăл вара сире асăнмалăх урок пултăр.
Класра хи-хи-хи тесе кулкалани арçын ачана вăтантарнă пек пулчĕ. Анчах, чăннипе каласан, çав вăтанасси вăл урăх япаларан килчĕ: пĕлмен хĕрачана шутсăр хисепленипе тата хăйне питĕ пысăк телей пулнипе ытла хĕпĕртесе кайнинчен килчĕ. Вăл хыртан тунă сак хĕррине ларчĕ.
Хĕрача пуçне силлентерчĕ те аяккарах сикрĕ. Йĕри-тавра пурте пăшăлтатса куçăсене хĕскелерĕç, анчах Том лутра вăрăм парта çине чавсаланса шăпах ларчĕ: тăрăшсах вуларĕ пулмалла. Хуллен-хулленех ачасем ун çинелле пăхма пăрахрĕç, класс каллех яланхи пек сĕрлеме тапратрĕ. Вара арçын ача хăйпе юнашар хĕрача çине вăрттăн пăхкалама пуçларĕ. Лешĕ ăна сисрĕ те, пит-куçĕпе мăшкăлласа, пĕр минутлăхах Том енне çурăмĕпе çаврăнчĕ. Вăл каллех Том еннелле çаврăнчĕ те хăй умĕнче персик выртнине курах кайрĕ. Хĕрача персика хăй патĕнчен аяккалларах илсе хучĕ. Том каллех хуллен персика ун патнерех шутарчĕ. Хĕрача ăна каллех тĕртсе ячĕ, анчах малтанхи пек çилленсех мар. Том тӳсĕмлĕн персика ĕлĕкхи вырăнах хучĕ, хĕрача ăна текех аяккалла тĕртмерĕ. Том грифельпе çырмалли доска çине: «Тархасшăн, илĕр, манăн тата пур», — тесе чĕркелерĕ. Хĕрача доска çине пăхмарĕ, хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Вара Том çав доска çинче картина ӳкерме тапратрĕ, хăй ӳкернине сулахай аллипе картласа тытрĕ. Хĕрача малтан çавна асăрхаман пек ларчĕ, анчах кăштахран вăл мĕн ӳкернине пĕлесшĕн çунма пуçларĕ. Арçын ача нимĕн те сисмен пек пулса малалла ӳкерчĕ. Хĕрача вăл мĕн ӳкернине пăхма хăтланчĕ, анчах хăй курасшăн пулнине палăртасшăн пулмарĕ. Том та хăй сиснине палăртмарĕ. Юлашкиичен, хĕрача парăнчĕ те хăймасăртарах шăппăн:
— Пăхтарăр-ха! — терĕ.
Том хăй картини çинчи карикатурлăн ӳкернĕ çуртăн пĕр пайне уçса кăтартрĕ. Çурчĕ икĕ фасадлă, мăрйисенчен штопор евĕрлĕ тĕтĕм тухать. Хĕрача хуллен-хулленех Том ĕçленипе интересленсе кайрĕ те тĕнчере мĕн пуррине пурне те манчĕ. Том ӳкерсе пĕтерсен, хĕрача пĕр минут хушши пăхса ларчĕ те унтан шăппăн:
— Ах, мĕнле хитре! Халĕ ĕнтĕ, çын ӳкерĕр, — терĕ.
Художник çурт умĕнче, кил картишĕнче çын ӳкерсе хучĕ. Çынни йывăр япаласем çĕклемелли кран евĕрлĕ, питĕ çӳллĕскер, вăл çурчĕ урлă та ура ярса каçма пултармалла. Анчах хĕрача тиркекенскер мар. Çав килĕшӳсĕр япала унăн кăмăлне кайрĕ, вăл шăппăн:
— Епле илемлĕ! Халĕ ĕнтĕ унпа юнашар мана ӳкерĕр! — терĕ.
Том хăйăр сехечĕ ӳкерчĕ, ун çумне тулли уйăх майлаштарса хучĕ, улăм пĕрчи пек алă-урасем ӳкернĕ, чарса пăрахнă пӳрнисем хушшине темĕн пысакăш веер тыттарчĕ.
— Ку та аван. Манăн та картина ӳкерме пĕлесчĕ, — терĕ хĕрача.
— Вăл йывăр мар, — терĕ шăппăн Том. — Эпĕ сире вĕрентетĕп.
— Чăнах-и? Хăçан?
— Пысăк перемена вăхăтĕнче. Эсир кăнтăрлахи апат çиме киле каятăр-и?
— Эсир вĕрентесшĕн пулсан, юлатăп.
— Юрĕ. Эсир мĕн ятлă?
— Бекки Тэчер. Эсир тата мĕн ятлă? Пĕлетĕп-çке: Томас Сойер.
— Мана пĕçерккĕ шарас умĕн çапла чĕнеççĕ. Эпĕ кама хам лайăх тытнă чухне вара Том тесе чĕнеççĕ. Эсир мана Том тесе чĕнĕр. Юрать-и?
— Юрĕ.
Том каллех доска çине темскер çырма тапратрĕ, çырнине хĕрачаран пытарчĕ. Анчах халĕ хĕрача аяккалларах сиксе лармарĕ ĕнтĕ, ӳкерчĕке кăтартма ыйтрĕ. Том кăтартасшăн мар пек пулчĕ те:.
— Унта нимĕн те çук, — терĕ.
— Çук мар, пур.
— Çук, çуках, сирĕн пăхас та килмест вĕт.
— Çук, пăхас килет, чăнах, пăхас килет. Тархасшăн, кăтартăр!
— Эсĕр кама та пулин калатăр-и?
— Каламастăп, чăн-чăнах, каламастăп!
— Никама та, никама та каламастăр-и? Виличчен те-и?
— Никама та каламастăп. Кăтартăр ĕнтĕ!
— Сирĕн вуçех те пăхас килмест вĕт...
— Эсĕр, Том, çавăн пек кутăнлашса тăратăр пулсан, эпĕ çапах та куратăпах.
Вара вăл Томăн алли çине хăйĕн пĕчĕк аллине хучĕ. Хуллен кĕрешӳ пуçланса кайрĕ. Том юри хыттăнах хирĕç тăнă пек пулчĕ, анчах хуллен-хулленех хăйĕн аллине доска çинчен сирсерех пычĕ, юлашкинчен вара: «Эпĕ сире юрататăп!» тесе çырнă сăмахсем курăнса кайрĕç.
— Ах, эсĕр мĕнле усалскер! — терĕ те хĕрача, Тома ыраттармаллах аллинчен çатлаттарчĕ.
Лăп çав вăхăтра Том хăйне такам хăлхаран хыттăн ярса тытса хуллен сак çинчен тăратнине туйса илчĕ. Çапла вара ăна, пĕтĕм шкул ĕхĕлтетсе мăшкăлласа кулнă хушăра, пĕтĕм пӳлĕм урлă класăн тепĕр енне илсе кайса, хăй вырăнне лартрĕç. Ун хыççăн учитель, пăр сăмах каламасăр, темиçе хăрушă минут хушши Том çумĕнче тăчĕ, унтан çапах нимĕн шарламасăр тронĕ патнелле утрĕ.
Томăн хăлхи ыратнине пĕçерсе тăчĕ пулсан та, çапах та ун чĕри савăнса хĕпĕртерĕ.
Шкул лăпланса çитсен, Том чăн-чăнах тăрăшсах вĕренме хăтланса пăхрĕ, анчах унăн пуçĕнче йăлт арпашса кайрĕ. Вуламалли урок вăхăтĕнче вăл сăмахсене пăтраштарса йăнăшрĕ. Географи вăхăтĕнче кӳлĕсенчен тусем, тусенчен юханшывсем, юханшывсенчен типĕ çĕрсем тăва-тăва хучĕ, вара пĕтĕм тĕнче чи малтанхи хаоса куçса тăнă пек пулчĕ. Унтан тĕрĕс çырма вĕрентмелли урок вăхăтĕнче чи çăмăл сăмахсенех çав тери йăнăш çырса пăса-пăса хучĕ, çавăнпа та унтан темиçе уйăх хушши питĕ мăнкăмăлланса çакса çӳренĕ тăхлан медале каялла туртса илчĕç.
7-мĕш сыпăк. Сăвăса чуптарса çӳрени тата аманнă чĕре
Том, урока ăшланас тесе, тем пекех тăрăшрĕ, анчах унăн шухăшĕсем салансах пычĕç. Юлашкинчен вăл йывăррăн сывласа илчĕ те вулама чарăнчĕ. Пысăк перемена нихçан та пулас çук пек туйăнчĕ ăна. Тӳсмелле мар пăчă, нименле варкăштаракан сывлăш та çук. Питех те ыйхă килтерекен кунсем хушшинче çак чи хытăрах ыйхăлаттаракан кун пулчĕ пулас. Шкулта вĕренекен çирĕм пилĕк ача хăйсене панă урокĕсене шавласа вĕренсе ларни, вĕсем мăкăртатни вĕллери пыл хурчĕсем сĕрлене евĕрех чуна çывăрттарса ярать.
Инçетре, çулăм пек çунакан хĕвел çутинче, Кардиф тăвĕ хăйĕн ачаш та симĕс тĕслĕ аякĕсене çӳлелле çĕклентерсе тăрать. Унăн айккисене вĕлт-вĕлт выляса тăракан шăрăх тĕтрийĕ хупланă. Аякран пăхсан, вăл хĕрлĕ тĕслĕн туйăнать. Унăн тăрринче çӳлте сывлăшра темиçе кайăк çуначĕсене кахаллăн сарса ярăнса çӳрет. Вĕсемсĕр пуçне, ик-виçĕ ĕнене шута илес мар пулсан, урăх нимĕнле чĕрчун та курăнмасть. Анчах ĕнисем те пулин канлĕ çывăраççĕ.
Томăн чĕри ирĕке тухасшăн çунать. Çав тери кичем вăхăта ирттерсе ямашкăн мĕн те пулин интереслĕ япала тупасчĕ хăть. Вăл хăйĕн кĕсйине хыпашласа пăхрĕ те, сасартăк унăн сăн-пичĕ такам тав тунă пекех çуталса кайрĕ. Вăл ачасенчен вăрттăнтарах кĕсйинчен пĕчĕк коробка туртса кăларчĕ. Унтан вăл сăвăса илчĕ те ăна вăрăм лаптак парта çине хучĕ. Сăвăс та çав минутра хăйне мухтаса хисепленĕ пекех шутларĕ. Анчах вăл çапла шухăшлани малтан нимĕне те ăнланмасăр шухăшлани пулчĕ, мĕншĕн тесен вăл аяккалла кайма шут тытсанах, Том, ăна булавкăпа чиксе каялла çавăрса, унăн çулне урăх еннелле кăтартса ячĕ.
Томпа юнашар унăн тусĕ, унтан кая мар хуйхăрса пăшăрханакан юлташĕ, ларать: çак хаваслă вăйя вăл шутсăр тав тусах хутшăнчĕ. Унăн тусĕ Джо Гарпер ятлă. Ачасем пĕр-пĕринчен уйрăлмасăр çӳренĕ, праçниксенче вара икĕ вăрçакан çар пуçĕнче пулса пĕр-пĕринпе хирĕç çапăçнă.
Джо курткине хуçлатса лартнă тĕлтен булавка туртса кăларчĕ те арестленĕ сăвăса вĕрентес тĕлĕшпе хăйĕн юлташне пулашмă пуçларĕ. Вĕсем хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕç.
Юлашкинчен Том çапла каларĕ: «Эпир пĕр-пĕрне кансĕрлетпĕр пулсан, ку сăвăспа усă курса нихăш енчен те çителĕклĕ киленсе лараймастпăр», — терĕ. Вăл Джо Гарперăн доскине парта çине хучĕ те çӳлтен пуçласа аяла çитичченех варри тĕлĕнче йĕр туртса тухрĕ.
— Вăт, акă мĕнле кавар тăвăпăр, — терĕ вăл, — сăвăс сан енче пулнă чухне, эсĕ ăна хăвăн мĕн чухлĕ хăвалас килет, çавăн чухле хăвалама пултаратăн — Эпĕ ăна тивес çук; анчах эсĕ ăна ман паталла тартсассăн, вара эсĕ ăна вăл сан еннелле куçичченех ан тив, — терĕ.
— Юрĕ. Пуçласа яр! Мĕн вăй çитнĕ таран хăвала сăвăса!
Сăвăс, самантрах Томран тарса, экватор урлă каçса кайрĕ. Ăна Джо хăвалама пуçларĕ. Сăвăсĕ каллех чупма тытăнчĕ, — экватор урлă Том еннелле яра пачĕ. Çавăн пек экватор урлă каçса çӳренисем час-часах пулкаларĕç. Пĕр ачи çав интереслĕ ĕçе пĕтĕмпех пуçăнса сăвăса хăваласа çӳренĕ хушăра тепри те çавăн пек интересленсех ăна астуса пăхса тăчĕ. Иккĕшĕ те пуçĕсене парта çумнелле тайнă: вĕсен чунĕсем çутçанталăкри ытти мĕн-пур япаласене йăлтах манăçа хăварнă. Юлашкинчен, телей пĕтĕмпех Джо майлă çаврăнса кайнă пек пулчĕ. Ачасем пекех хĕрсе пăшăрханакан сăвăсĕ те пĕрре унталла, тепре кунталла чупрĕ. Анчах Том çентерсе илес тесе шутланă май пӳрнисене сăвăс патнелле тăсма пуçласанах, кашни хутĕнчех Джо булавкийĕ сăвăс çулне вăр-вар пӳле-пӳле лартрĕ, сăвăсе вара Джо çĕрĕ енчех тăра-тăра юлчĕ. Юлашкинчен, Том çавна тӳссе тăраймарĕ. Илĕртӳ ытла та пысăк пулчĕ çав. Вăл аллине тăсрĕ те хăвăн булавкипе сăвăс çулне картласа лартрĕ. Джо тарăхса кайрĕ.
— Том, эсĕ ан чар ăна!
— Эпĕ ăна пăртак çеç хытăрах хускатса ярасшăн, Джо!
— Апла хăтланни лайăх мар, сэр, ан тивĕр ăна!
— Эх, мĕн калатăн эсĕ, эпĕ кăшт çеç хăвалатăп ăна!
— Ан тив сăвăса, теççĕ сана!
— Эпĕ вĕт чарăнмастăп!
— Санăн правă çук ăна тивмешкĕн; вăл ман енче.
— Джо Гарпер сăвăсĕ камăн-ха?
— Маншăн пурпĕрех, хăть те камăн пултăр!.. Вăл ман енче, эсĕ ăна ан тивнĕ пул!
— Епле апла, ан тивнĕ пул! Сăвăс манăн, эпĕ унпă мĕн тăвас тетĕп, çавна тума пултаратăп.
Сасартăк Томăн хулпуççийĕнчен саламат вĕçĕ хыттăн пырса тиврĕ. Джона та çавăн пекех лекрĕ. Çак самантра икĕ минут хушши учитель тăрăшсах вĕсен курткисенчи тусанне çалса силлесе тăчĕ, çавăнпа пĕтĕм ачасем савăнса хĕпĕртесе ларчĕç. Томпа Джо, ытла та хĕрсе тавлашнăран, класс самантрах шăп пулса тăнине те сисеймен; учитель вĕсем патне чĕрне вĕççĕн утса пынă та вĕсем патĕнче пĕшкĕнсе тăнă. Анчах вăл, ачасем мĕн хăтланине пĕлме тăрăшнă пулсан та, вĕсен ашкăнăвĕсем çине темĕнле сăнаса пăхсан та, çак айванла вăйăра нимĕн те ăнланма пултарайман.
Юлашкинчен, сехет вунинкĕ çапсанах, пысăк тăхтав пулчĕ, Том Бекки Тэчер патне чупса пычĕ те ăна хăлхинчен шăппăн çапла каларĕ:
— Шлепкӳне тăхăн та киле кайнă пек пул; унтан, кĕтес тĕлне çитсе, ыттисене пурне те хăвăнтан малалла ирттерсе яр, хăв тăкăрлăкалла пăрăн та кунталла çаврăнса кил. Эпĕ тепĕр çулла каятăп та часах кунта вилсе çитетĕп, — терĕ.
Малтан хытарнă пекех, Том шкултан ачасен пĕр ушкăнĕпе пĕрле, Бекки тепĕр ушкăнĕпе тухса утрĕ. Пăртак кайсанах, вĕсем ансăр лаптăкăн катари вĕçĕнче хирĕç пулса каялла шкул еннелле пырсан, унта никам та курăнмарĕ. Вĕсем шкула кĕчĕç те, хăйсен умне доскасем хурса, юнашар ларчĕç. Том Беккие грифель пачĕ, вăл, унăн аллине тытса пырса, çавăн пекех тĕлĕнмелле тепĕр çурт ӳкерчĕ. Искусствăпа интересленесси иксĕлсе пыра пуçласан, вĕсем калаçма тытăнчĕç. Том калама çук телейлĕ.
— Йĕкехӳресене юрататăн-и эсĕ? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Ой, кураймастăп вĕсене!
— Эпĕ те... вĕсене чĕрĕ чух кураймастăп. Анчах эпĕ виллисем çинчен калатăп, — вĕсене мăйĕсенчен кантрапа кăкармалла та суллантарса çӳремелле.
— Çук, эпĕ йĕкехӳресене питĕ юратмастăп. Эпĕ вĕт резинка чăмлама юрататăп.
— Юратмасăр! Шалккă, манăн резинка çук.
— Чăнах-и? Манăн пăртак пур. Эпĕ сана чăмлама паратăп, кайран вара эсĕ каялла пар.
Çакă питĕ лайăх пулчĕ: вĕсем ăна черечĕпе чăмлама пуçларĕç, — Ытах та киленнипе ура сулласа ларчĕç.
— Эсĕ хăçан та пулин циркра пулнă-и?
— Пулнă, ăслă хĕрача пулсан, мана атте тата тепĕр хут илсе каятăп, терĕ.
— Эпĕ циркра виç-тăватă хут та — нумай хут пулнă. Чиркӳрипе танлаштарсан, унта вара тата интереслĕрех: яланах мĕн те пулин çĕнĕ япала кăтартаççĕ, ӳссе çитсен, эпĕ цирка клоуна кĕретĕп.
— Чăнах-и? Вăт аван! Вĕсем пурте çав тери кăмăллăскерсем, уласкерсем...
— Ия, ия, çитменнине тата купипех укçа илеççĕ...
— Кунне долларшар илеççĕ, тет Бен Роджерс.
— Итле-ха, Бекки, сана хăçан та пулин çураçнă-и?
— Мĕн тени пулать?
— Качча каймашкăн çураçнă-и?
— Çук.
— Сан çураçтарас килетчĕ-и?
— Килет те пулĕ. Пĕлместĕп. Мĕнле япала вăл?
— Мĕн вăл? Ним те мар. Эсĕ арçын ачана çапла калатăн çеç: «Сансăр пуçне нихçан та урăх никама та качча каймастăп», — тетĕн, — ăнлантăн-и, нихçан та, нихçан та, нихçан та; унтан вара ăна чуптăватăн. Çавă çеç. Ăна кашниех тума пултарать.
— Чуптăватăн? Мĕн тума чуптумалла?
— Çавăншăн... йăли çавăн пек ĕнтĕ... Пурте ун пек тăваççĕ.
— Пурте?
— Ия, варлисем пурте. Эсĕ астăватăн-и доска çине эпĕ мĕн çырнине?
— Ия... астăватăп.
— Мĕн тетĕн?
— Каламастăп.
— Эппин, эпĕ калам сана?
— Ия... анчах хăçан та пулин урăх чухне кала.
— Çук, халех.
— Çук, халех мар — Ыран.
— Çук, çук, халех, Бекки. Эпĕ хуллен, эпĕ сана хăлхаран шăппăн çеç калатăп.
Бекки иккĕленсе чĕнмесĕр тăнине кура вăл хăйпе килешет пулĕ тесе, Том ăна пилĕкĕнчен ыталаса илчĕ тутине унăн хăлхи патнех илсе пычĕ те ăна хăйĕн ĕлĕкхи сăмахĕсене тепĕр хут каларĕ.
— Халĕ ĕнтĕ эсĕ мана шăппăн çавăн пекех кала, — терĕ вăл.
Бекки нумайччен пăрăнкаласа тăчĕ, юлашкинчен çапла каларĕ:
— Аяккалла çаврăн, мана ан пăх, — вара калăп. Анчах эсĕ никама та ан кала, — илтетĕн-и, Том? Никама та. Каламастăн-и? Чăнах-и?
— Çук, çук! Эпĕ никама та калас çук: ан та шухăшла. Ну, Бекки?
Вăл пуçне аяккалла пăрчĕ. Бекки унăн хăлхи патне каллех пĕшкĕнчĕ те, вăл сывланипе Томăн кăтрарах çӳçĕ вĕл-вĕл туса илчĕ, вара Бекки шăппăн:
— Эпĕ... сире... юрататăп! — терĕ.
Унтан ура çине сиксе тăчĕ те, Томран хăтăлма хăтланса, саксемпе партăсем тавра чупкалама тапратрĕ. Томĕ ун хыççăн хăваларĕ, Бекки кĕтесе кĕрсе лăпчăнчĕ те питне шурă саппунĕпе хупласа лартрĕ. Том ăна мăйĕнчен ярса тытрĕ те йăпатса çавăрма пуçларĕ:
— Бекки, халĕ ĕнтĕ пурте пулчĕ, — чуптумалла çеç. Унтан нимĕн те хăрамалли çук, вăл нимĕн те мар. Тархасшăн, Бекки.
Вăл Беккие саппунĕнчен тата аллинчен туртрĕ.
Хуллен-хулленех Бемки парăнчĕ, аллине усса ячĕ, нумайччен кĕрешнипе хĕрелсе кайнă питне Том патнелле çавăрчĕ. Томĕ вара ăна хĕрлĕ тутинчен чуптурĕ те çапла каларĕ:
— Ну, вăт, пурте пулчĕ, Бекки. Халĕ ĕнтĕ санăн мансăр пуçне никама та юратмалла мар, мансăр пуçне никама та качча каймалла мар. Нихçан та, нихçан та, ĕмĕрне те каймалла мар. Сăмах паратăн-и?
— Ия, Том, сансăр пуçне эпĕ никама та юратмăп, урăх никама та качча каймăп. Эсĕ те, асту, никама та ан ил, мана çеç ил.
— Паллах ĕнтĕ. Каварĕ çавăн пек. Шкула килнĕ чухне-и, шкултан таврăннă чухне-и, санăн яланах манпала пĕрле утмалла. Пире астуса тăмаççĕ пулсан вăйăра та мана суйла, эпĕ сана суйлатăп. Каччипе хĕрĕ яланах çавăн пек тăваççĕ.
— Питĕ аван! Нихçан та ун çинчен илтменччĕ.
— Ку вара питех савăнмалла. Эпир Эмми Лоренспа...
Бекки Тэчерĕн чарса пăрахнă куçĕ Тома йăнăш туса хуни çинчен пĕлтерчĕ, çавăнпа вăл именсе чарăнса тăчĕ.
— Ой, Том! Эппин, эсĕ мана чи пирвай çураçман курăнать?
Хĕрача макăрма тапратрĕ.
— Чарăн, Бекки, ан макăр. Эпĕ ăна урăх юратмастăп,
— Çук, Том, эсĕ юрататăн. Юратнине эсĕ ху та пĕлетĕн.
Том ăна мăйĕнчен ыталаса илме хăтланчĕ, анчах хĕрача ăна тĕксе ячĕ, пичĕпе стена патнелле çаврăнса тăче те татах макăрчĕ. Том ăна ачаш ятсемпе ченсе йăпатма пуçларĕ, хăй малтан мĕн тума хăтланине те туса пăхрĕ, анчах хĕрача каллех ăна тĕксе ячĕ. Вара Томăн мăнкăмăллăхĕ вăранса кайрĕ. Вăл алăк патнелле утса пычĕ те, именнипе пăшăрханса кайнăскер, урамалла тухрĕ. Акă Бекки çаврăнĕ те ун хыççăн крыльцана тухĕ тесе ĕмĕтленсе, вăл вăхăчĕ-вăхăчĕпе алăк çинелле пăхкаларĕ. Анчах Бекки тухмарĕ. Том питĕ хурланса кайрĕ: чăнах та эпĕ айăплă пулĕ-çке, тесе шухăшларĕ вăл. Килĕштерес тĕлĕшпе хăйне хăй пирвайхи утăм тутарасси уншăн йывăр пулчĕ, анчах вăл хăйĕн мăнкăмăллăхне çĕнтерче те каялла кĕчĕ.
Бекки, стена патнелле çаврăнса, кĕтесре макăрса тăрать. Томăн чĕри картах сикрĕ. Вăл Бекки патне утса пычĕ те сăмах пуçласа яраймасăр аптăраса тăчĕ.
— Бекки, сансăр пуçне эпĕ урăх никама та пĕлесшĕн мар, — терĕ вăл ерипен.
Хирĕç нимĕнле сасă та пулмарĕ. Ĕсĕклесе макăрни çеç илтĕнчĕ.
— Бекки, — тархасларĕ вăл. — Бекки! Ну, мĕн те пулин кала-ха?
Çĕнĕрен ĕсĕклесе макăрни илтĕнчĕ.
Вара Том хăйĕн чи хаклă япалине — [[I,558]] решеткин пăхăр шарикне — туртса кăларчĕ те, унпала Бекки куçĕ умĕнче суллакаласа çапла каларĕ:
— Ну, Бекки, тархасшăн... Сана кирлĕ пулсан, эпĕ çакна паратăп!
Бекки шарика тĕртсе ячĕ те, шарикĕ ӳкрĕ, урай тăрăх кусса кайрĕ.
Том урама тухрĕ те ăçта куç курать, çавăнталла каяс, ку кун шкула каялла килес мар тесе шут тытрĕ. Бекки сасартăк темĕн лайăх маррине сисрĕ. Вăл алăк патнелле чупрĕ. Том курăнмарĕ. Том вылямалли площадкăра пулĕ тесе (анчах вăл унта та пулман), Бекки çурт йĕри-тавра чупса çаврăнчĕ.
— Том! Том, кил! — тесе чĕнме пуçларĕ вăл.
Бекки тимлесе итлесе пăхрĕ, анчах хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Йĕри-тавра шăпах, çын таврашĕ те курăнмасть. Бекки ларчĕ те каллех йĕме тапратрĕ: вăл хăйне хăй айăплă тесе шутларĕ. Çав тĕлелле шкул ачисем каллех пуçтарăнма пуçларĕç: хăйĕн хуйхине пытармалла, хуçăлнă кăмăлне лăплантармалла тата хăйĕн çине кăнтăрла хыççăнхи вăрăм та кичем уроксен йывăрлăхне тиентермелле пулчĕ. Ют ачасем хушшинче унăн çывăх тус та çук, хăй хурланни çинчен никама та каласа парса чунне лăплантараймарĕ Бекки.
8-мĕш сыпăк. Пулас харсăр пират
Том пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла пăрăна-пăрăна тăвăр урамсем тăрăх çӳрерĕ, — вăл шкул ачисем килелле таврăнакан çул инçете юличченех çӳрерĕ. Унтан вăл хуллен пĕр пек тикĕс юртăпа чупма тапратрĕ. Икĕ е виçĕ хут вăл пĕчĕк юханшыв урлă каçрĕ, мĕншĕн тесен арçын ачасем çапла ĕненеççĕ: шыв урлă каçсан, йĕрсем çухалаççĕ, хыççăн хăвалакансен вара ниçта кайма пĕлмесĕр аптăрамалла пулать. Çур сехетрен вăл, тăлăх арăм Дуглас çурчĕ хыçнелле кĕрсе кайса, Кардиф тăвĕ тăрринче курăнми пулчĕ, шкул çурчĕ аялта, хыçалти айлăмра, аран çеç курăнса ларать. Том çăра вăрман ăшнелле кĕрсе кайрĕ, сукмаксăр-мĕнсĕрехвăл чи чăтлăх çĕре пырса кĕчĕ те лăстăркка юман айне мăк çине ларчĕ. Унта çил варкăшĕ те сисĕнмест. Кăнтăрлахи ĕнтĕркеттерекен шăрăха пула кайăк юррисем те чарăнса ларнă. Çутçанталăк тĕлĕрсе тăнăн туйăнать, улатакка йывăçа такканă сасă çеç, вăхăчĕ-вăхăчĕпе инçетрен илтĕнсе килсе, çутçанталăк ыйăхне пăсать. Çав сасса пула вăрманта тата шăпрах туйăнать, — çавăнпа арçын ача хăйĕн ниçта кайса кĕме çуккине тата хытăрах туйса тăчĕ. Унăн чунĕ хурланчĕ, унăн кăмăлĕ таврари çутçанталăкпа пĕтĕмпех килĕшӳллĕ пулчĕ. Вăл, чĕркуççисем çине чавсаланса, янахане аллисем çине хурса, нумайччен шухăшласа ларчĕ. Темĕнле каласан та, пурнăç ăна пустуй тапаланни те хурлăх курни пек анчах туйăнчĕ, çавăнпа вăл хальтерех çеç вилсе кайнă Джимми Годжеса кĕвĕçрĕ. «Ĕмĕр-ĕмĕрех тĕрлĕрен тĕлĕксем курса, тăпра ăшĕнче шăтăкра çывăрса выртни мĕнле лайăх вăл», — тесе шухăшларĕ Том. «Йывăçсем хушшинче çил пăшăлтаттăр, вăл вилĕ тăпри çинчи курăкпă чечексене ачашлатăр, санă варă нимĕн те пăшăрхантарас çук, эсĕ нихçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех нимĕн çинчен те хуйхăрмастăн». Ах, унăн вырсарникунхи шкулта лайăх отмекăсем пулнă пулсан, вăл, тен, вилме те, çак йăлăхтарса çитернĕ пурăнăçа татма та хатĕр пулнă пулĕччĕ... Çав херача тата, — ну, мĕн тунă-ха вăл ăна? Нимĕн те туман. Вăл ăна ырă суннă. Хĕрачи ăна йытта хăваланă пекех, — йытта хăваланă пекех çав, — хăваласа ячĕ. Вăл хăçан та пулин кулянĕ, анчах ун чухне, тен, кая пулĕ. Ах, вăхăтлăха вилме май килнĕ пулсан...
Анчах çамрăк чухне чфесем пиçĕ пулаççĕ, кирек епле пăчăртасан та, вĕсем часах тӳрленсе лараççĕ.
Тома сисмен хушăра каллех ку тĕнчери шухăшсем çавăрса илчĕç. Вăл çак тапхăртах ăçта куç курать, унталла кайса, никам сисмелле мар çухалсан, мĕн пулĕччĕ-ши? Вăл, инçете-инçете, пĕлмен çĕршывсене тинĕссем урлă кайса, тăван çĕршыва нихçан, та таврăнмасан, мĕн пулĕччĕ-ши? Мĕнле туйăнĕччĕ-ши ун чухне Беккишĕн?.. Вăл хăй клоун пулас тесе шутлани çинчен аса илчĕ, анчах халĕ ун çинчен шухăшласси ăна йĕрĕнмелле туйăнчĕ. Çак тапхăрта, унăн чунĕ романтикăн тĕтреллĕ те аслă тӳписем патнелле çĕкленнĕ чухне, шут-[[I,559]] хăтланни те тата çăт тытакан тĕрлĕ тĕслĕ йĕм тăхăнни те хăйне кĕçĕне хăварнă пекле туйăнчĕ. Çук, вăл салтака каять, темиçе çултан вара суранланса тата чапа тухса киле таврăнать. Е индеецсем патне каять, вĕсемпе пĕрле буйволсене тытма ухутана çӳрет, ту çинчи çар сукмакĕсем тăрăх вăл ниепле те улăхмалла мар чăнкă вырăнсене хăпăрать, инçетри Хĕвеланăçри çулсăр тӳремлĕхсем тăрăх çӳрет, хăçан та пулсан вара аслă çар пуçĕ пулса, кайăк тĕкĕсене йăлтăртаттарса, хăйĕн ӳтне сăрласа пĕтерсе, хăрушăскер, киле таврăнать. Çуллахи ыйхăллă ир вара, вăрçă пуçланнă чухнехи пек хăрушшăн кăшкăрса, тӳрех вырсарникунхи шкула пырса кĕрет. Вăл кăшкăрнине илтсенех, юн тымарĕсем ăшĕнче юн та хытса ларĕ. Пĕтĕм юлташ вара мĕнле тĕлĕнсе кайĕ-ши? Вĕсем ăна мĕнле кĕвĕçĕç-ши? Çук, тĕнчере ĕçлемешкĕн унтан та аслăрах вырăн пур! Вăл пират пулать. Акă мĕн! Халĕ вăл хăйĕн калама çук чаплăн çуталса тăракан малашлăхне лайăхах курчĕ. Унăн ячĕ пур халăхсене те хăратса, пĕтĕм тĕнчипе янраса тăрĕ. «Тăвăл шуйттанĕ» ятлă хура та вăрăм, лутра карап çинче, мачта тăрринче çӳлте хура ялав вĕлкĕштерсе пырса, вăл тăвăллă тинĕссем тăрăх епле мăнкăмăллăн çӳре-ши? Темĕн пек чапа тухсан вара, вăл сасартăк ĕлĕкхи тăван хулана килет те, пĕтĕмпех хĕвелпе пиçсе хуралса, кушăхса пĕтнĕскер, чиркĕве пырса кĕрет. Хăй хура бархатран çĕленĕ камзолпа тата йĕмпе, çӳллĕ атăпа, хулпуççи урлă хĕрлĕ çыхă, пиçиххи хушшинче унăн пистолетсем пулаççĕ, пиçиххи çумĕнче çын юнне юхтарнипе тутăхса пĕтнĕ çĕçĕ, пуçĕ çинче çемçе шлепке, шлепки çинче тĕксем вĕлкĕшсе тăраççĕ, аллине сарса янă хура ялав тытнă, ялавĕ çинче пуç шăмми тата хĕреслесе хунă шăмăсем. Пурте вара каçса кайсах:
«Вăл Том Сойер, пират! Испани тинĕсĕ çинчи Тискер тавăракан!» — тесе пăшăлтатĕç.
Ия, вăл мĕн тăвассине йышăннă ĕнте. Хăй мĕнле çулпа каяссине суйласа хунă. Вăл ыранах килтен тухса тарать те çĕнĕ пурнăç пуçласа ярать. Ир пулнă çĕре хатĕрленсе тăмашкăн халех пуçтарăнма тытăнмалла. Хăйĕн пĕтĕм запасĕсене тĕрĕслемелле.
Çывăхра çĕрĕк пĕрене выртать. Том ун патне пычĕ те хăйĕн кĕсйинче çӳрекен сарлака çĕççипе пĕренен хăрах пуçĕ айĕнчи çĕре чавма тапратрĕ. Часах çĕçĕ йывăç япала çине пырса тăрăнчĕ, сасси тăрăх вара Том çавăнта пушă вырăн пулнине чухласа илчĕ. Вăл чаплăн: «Мĕн тухманни, тух. Мĕн пытарса хуни, юл», — тесе, хăй аллине çавăнта чиксе ячĕ.
Вăл тăпра сийне хырса пăрахрĕ те, çӳхе хыр хăма татăкки курăнса кайрĕ. Вăл хăма татăккине çĕклерĕ те унăн куçĕсем умне ырлăхсем пытармалли питех тăп-тăп шăтăк тухса тăчĕ, вăл шăтăкăн тĕпĕпе айккисене çавăн пек хăма татăккисенченех тунă. Шăтăк ăшĕнче мрамор шарик выртать. Том калама çук тĕлĕнсе кайрĕ. Вăл, именнĕ пек пулса, пуçне чĕрнисемпе чавкаларĕ:
— Çук, ку питех те тĕлĕнмелле! — терĕ.
Унтан тарăхса шарика хăй патĕнчен ывăтса ячĕ те шухăшлама тытăнчĕ. Акă мĕн пулнă иккен: Тома пĕр япала улталанă, — ку япала чăн-чăнахах та çапла пулать тесе шутланă Томпа унăн юлташĕсем. Эсĕр пĕр-пĕр сăмахсем каласа шарика тăпра ăшне алтса чиксе, икĕ эрне хушши ăна тивмесен, кайран вара халĕ каланă сăмахсене каласа шăтăкне уçса, пĕр шарик вырăнне эсĕр хăвăр хăçан та пулин çухатнă шариксене, вĕсем пĕр-пĕринчен инçе выртсассăн та, пурне те тупатăр. Анчах опыт ăнăçлă пулман, çавăнпа та Томăн тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан вăйсене ĕненесси хыттăнах татăлчĕ. Çавăн йышши опытсем ăнăçлă пулни çинчен вăл темиçе хут та илтнĕ, ăнăçлă пулманнисем çинчен нихçан та илтмен. Вăл хăй те темиçе хут çавăн пек хăтланса пăхнă-мĕн, анчах шарик алтса чикнĕ вырăна вара кайран нихçан та шыраса тупайман, — çавăн пек пулнисем çинчен унăн пуçне шухăш та пырса кĕмен. Вăл нумайччен шухăшласа тăчĕ, юлашкинчен: «Кунта пĕр-пĕр хĕрарăм-тухатмăш хутшăннă, хăват пулассине вăл пĕтерсе лартнă», — терĕ. Анчах вăл çавна теппипех пĕлсе çитесшĕн пулчĕ, çавăнпа таса хăйăрлă варинкке пек вырăн шыраса тупрĕ, çĕр çине выртрĕ те çапла каларĕ:
— Хурт-кăпшанкă, мана хам мĕн пĕлес килнине каласа парсам! Хурт-кăпшанкă, мана хам мĕн пĕлес килнине каласа парсам!
Хăйăр тапранчĕ, унтан пĕр самантлăха пĕчĕк хура хăнкăла упаленсе тухрĕ те çавăнтах хăраса каялла тарса кĕчĕ.
— Аха, каламасть! Эппин, ăна чăнах та хăрарăм-тухатмăш тунă. Эпĕ çавăн пек шутланăччĕ те.
Хĕрарăм-тухатмăшсемпе тавлашма никамăн та вăй çитес çуккине Том лайăх пĕлсе тăнă, çавăнпа вăл хуйхăрса ӳкрĕ. Унтан унăн пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: «Халĕ персе янă шарика та пулин тупсан, юрĕччĕ», — терĕ вăл, çавăнпа та ăна тăрăшсах шырама тытăнчĕ, анчах вăл нимĕн те тупмарĕ. Вăл хăйĕн ырлăхĕсем пытармалли шăтăкĕ патне таврăнчĕ те хăй шарика персе янă чухне епле тăнă, халĕ те çавăн пекех тăчĕ, унтан кĕсйиичен тепĕр шарик кăларчĕ те ăна та лешне пенĕ еннеллех персе ячĕ.
— Тăван, ху тăванна шыраса туп! — терĕ.
Вăл шарик ăçта чарăнса тăнине асăрхарĕ, вара унта шырама пуçларĕ, анчах кунта та нимĕн тухмарĕ. Иккĕмĕш шарикĕ е малтанхи патне кусса çитеймен, е ытла та инçете кусса кайнă-и, тен. Том тата тепĕр хут хăтланса пăхрĕ, иккĕмĕш хут, виççĕмĕш хут, юлашкинчен унăн май килчĕ: шарикĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен пĕр фут хушшинче кăна выртаççĕ.
Çак тапхăрта симĕс вăрман хĕрринчен вылямалли шăвăç труба сасси хуллен илтĕнсе кайрĕ. Том хăйĕн курткипе йĕмне вăр-вар хывса пăрахрĕ, пĕр йĕм кантрине пиçиххи çыхнă пек çыхса лартрĕ, çĕрĕк пĕрене хыçĕнчи шанкă купине салатрĕ те унтан яках мар касса тунă çĕмренпе ухă, йывăç хĕç тата шăвăç труба туртса кăларчĕ. Вăл пĕр самантрах хĕçпăшалланса тăчĕ те çара уран, вĕл-вĕл туса пыракан кĕпе вĕççĕн çеç тăшмана хирĕç вĕçтерчĕ. Пысăк хурама айĕнче вăл чарăнса тăчĕ, трубапа хирĕçле сигнал кăшкăртрĕ, унтан, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла хытă асăрхаса пăхса, чĕрне вĕççĕн утма пуçларĕ. Вара хăйĕн шухăшĕнче çеç пулнă отряда çапла команда пачĕ:
— Тăрăр, маттурсем! Эпĕ трубапа кăшкăртиччен пытансах ларăр! — терĕ.
Джо Гарпер пырса тухрĕ. Вăл та çавнашкалах çăмăл костюмпа, пуçĕнчен пуçласа ура кĕли таранах хĕçпăшалланса тăнă. Том ăна:
— Чарăн! Кам манран ыйтмасăр Шервуд вăрманĕ тăрăх çӳреме хăять? — терĕ.
— Гай Гисборншăн никамран ыйтни те кирлĕ мар! Кам эсĕ, çавскер, çавскер...
«Манпа çавăн пек чĕлхепе калаçма хăяканскер!» — тесе васкаса каларĕ ăна Том. Вĕсем иккĕшĕ те «кĕнеке тăрăх» астуса калаçаççĕ-мĕн.
— Манпа çавăн пек чĕлхепе калаçма хăяканакер?
— Кам эпĕ? Эпĕ — [[I,560]], санăн йĕрĕнчĕкле вилĕ келеткӳ ăна часах пĕлсе илĕ.
— Апла, эппин, эсĕ-и-ха чаплă вăрă-хурах? Çак ырă вăрмана ярса илесшĕн эпĕ санпа хĕçпеле тавлашса пăхмашкăн чăн-чăнах та хавас. Хăвна ху хӳтĕле!
Вĕсем йывăç хĕçĕсене йĕннисенчен туртса кăларчĕç, ытти хĕçпăшалне çĕре пăрахрĕç, ура çумне ура пусса çапăçу пуçламалли позицие тăчĕç, вара искусствăн пур правилисене те асăрхаса: икĕ хутчен çӳлелле те икĕ хутчен аялалла кастарса, хыттăнах тăрăшса çапăçма пуçларĕç.
Юлашкинчен Том çапла каларĕ:
— Çапăçмалла-тăк, çапăçмалла! Хĕрӳллĕреххĕн тытăн!
Вĕсем çав тери тăрăшса, хĕрӳллĕн çапăçма тапратса ячăç, çавăнпа иккĕшĕ те хашкакан пулчĕç, тарласа кайрĕç.
— Ӳк ĕнтĕ! Ӳк! — тесе кăшкăрса ячĕ Том. — Ма эсĕ ӳкместĕн?
— Эпĕ ӳкместĕп! Ху ӳк, — сана манран хĕнтерех килчĕ вĕт.
— Хĕнтерех килнĕ пулсан-и? Вăл нимех те мар. Эпĕ ӳкме пултараймастăп. Кĕнекере апла мар вĕт, — унта çапла каланă: «Вара вăл телейсĕр Гай Гисборна пĕрре çурăмĕнчен яш тутарнă та вĕлернĕ те пăрахнă», — тенĕ. Сан çаврăнмалла çурăмпа ман паталла, манăн сана касма май килтĕр.
Çакăн пек авторитета хирĕç нимĕн калама та çук: Джо самантрах çаврăнса тăчĕ, хăйне кастарчĕ те кайса ӳкрĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, — терĕ Джо, ура çине тăрса, — халĕ эсĕ хăвна вĕлерттер, вăл тĕрĕс пулать.
— Ара, ун пек юрамасть вĕт-ха, кĕнекере ун пекки çук.
— Вăл тӳрĕ мар. Вăл, манăн шутпа, ирсĕр хăтланни çеç пулать.
— Ну, юрĕ, Джо, — эсĕ, Тук манах е мельник ывăлĕ пулса, мана пуçран чукмарпа та шатлаттарса хума пултаратăн. Е, килешетĕн пулсан, эпĕ Нотингемри шериф пулатăп, эсĕ пĕр минутлăха Робин Гуд пулатăн та мана вĕлеретĕн.
Кунпала Гарперăн кăмăлĕ тулса çитрĕ те, вăйă малаллах тăсăлчĕ. Унтан Том каллех Робин Гуд пулса тăчĕ. Вăл юри чееленсе улталакан хĕрарăм-манах хăйĕн суранне лайăх пăхман пирки нумай юн кайнипе вилмеллех вăйсăрланса çитнĕ. Çакăн хыççăн Джо, макăракан вăрă-хурах ушкăнĕ пек пулнăскер, хурланса Тома аяккалла сĕтĕре юайрĕ, унăн вăйсăрланса çитнĕ аллисене çĕмрен тыттарчĕ. Том вара çапла каларĕ: «Çак ухă ăçта кайса ӳкет, мĕскĕн Робин Гуда çавăнта, симĕс вăрман ăшне, йывăç айне пытарăр», — терĕ. Унтан вал ухă карăнтарчĕ те каялла тайăлчĕ (вилсе ӳкнех пулĕччĕ-и, тен...), анчах унăн йĕри-тавра вĕлтрен кашлать, çавăнпа вăл вилĕ тăма та пултарассăн вăрт-варт çеç сиксе тăчĕ.
Ачасем тумланчĕç, вăрçă хатĕрĕсене пытарса хучĕç те, халĕ вăрă-хурахсем çук тесе хуйхăрса, аяккалла утрĕç. Çак çитменлĕхе хальхи вăхăтри цивилизаци мĕнпе тултарма пултарĕччĕ-ши тесе ыйтрĕç вĕсем хăйсенчен хăйсем.
«Ĕмĕрех Пĕрлешӳллĕ Штатсен президенчĕçем пуличчен эпир пĕр çулталăк хушши Шервуд вăрманĕнче вăрă-хурахсем пулса çӳрĕттĕмĕр», — тесе çирĕплетрĕç вĕсем йккĕшĕ те.
9-мĕш сыпăк. Масар çинче пулнă трагеди
Çак каçхине Томпа Сида, яланхи пекех, сакăр сехет çурăра çывăрма кĕртрĕç. Вĕсем çывăрма выртас умĕнхи кĕлĕ вуларĕç те, Сид часах ыйха путрĕ. Анчах Том çывăрмарĕ, вăл пăшăрханса сигнал пулассине кĕтсе выртрĕ. Тул çутăласси те инçех мар пек туйăнса кайнă тапхăрта вăл сехет вуннă çапнине илтрĕ. Шутсăр хуйхăрса ӳкмелли пулчех ĕнтĕ унта. Хăйĕн хускалса кайнă нервисем ыйтнă пек, вăл вырăн çинче çаврăнкалама та, урисемпе тапкаланма та пултараймарĕ, мĕншĕн тесен вăл Сид вăранасран хăрарĕ. Вăл куçĕсене чарса тĕттĕмелле пăхса тăпах выртрĕ. Йĕри-тавра шикленмелле шăплăх. Хуллен-хулленех çав шăплăхра кăшт çеç сисĕнекен сасăсем палăрма пуçларĕç: чи малтан сехет тиклетни илтĕнчĕ, кивĕ каштасем тĕлĕнмелле çăтăртатса илчĕç, пусма картлашкисем хуллен чĕриклетрĕç. Паллах, кил-çуртра усалсем çӳреççĕ. Полли мăнаккăшĕн пӳлĕмĕнчен ытла уçах мар пĕр виçеллĕ харлаттарни илтĕнет. Унтан шăрчăксем тӳсме çук хытă чĕриклетме пуçларĕç, анчах вĕсем ăçта чĕриклетнине этемĕн нимĕнле ăстăнĕ те пĕлме пултараймасть. Унтан стенара, кравать пуç вĕçĕнче, «вилĕм хуралçи» ятлă нăрă-сехетçĕ усала систерсе тик-так тунисем илтĕнсе кайрĕç. Том шартах сикрĕ: ку кам та пулин вилессине пĕлтерет ĕнтĕ, терĕ. Унтан çĕрлехи сывлăшра инçетре йытă улани илтĕнсе кайрĕ, çавăн хыççăнах тата инçерехре хуллен тепĕр йытă улама пуçларĕ. Том асаплă минутсем тӳссе ирттерсе выртрĕ. Юлашкинчен, вăл хĕпĕртесех çакна туйса илчĕ: вăхăт çухалнă та ĕмĕрлĕх шуçланса кайма тшраннă. Том вара ирĕксĕрех ыйхă ăшне путма пуçларĕ. Сехет вунпĕр çапрĕ, вăл ăна илтмерĕ.
Сасартăк тĕлĕкре темтепĕр, нимĕн майсăр япаласем курнă хушăра кушак салхуллăн мяуклатни илтĕнсе кайрĕ. Кӳршĕсем чӳрече уçрĕç, çав шавпа вара Том та вăранса кайрĕ. «Пăрис, эсрел кушакĕ!» — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ, самантрах тата вутă сарайĕн стени çумне пушă кĕленче пырса çапăнса чăнкăрр! çĕмĕрĕлсе кайрĕ. Том, хăйне такам пырса турткаланă пек, вăрт-варт сиксе тăче те, вăр-вар тумланса чӳрече витĕр тухса, пӳрт тăрри тăрăх упаленсе кайрĕ. Вăл пĕр-икĕ хутчен хуллен хирĕç мяуклатса илчĕ, унтан вутă сарайĕ çинчен çĕрелле сиксе анчĕ. Аллине вилĕ кушак тытнă Гекльберри Финн анă аялта кĕтсе тăчĕ. Ачасем иккĕшĕ те çула тухрĕç, часах вĕсем тĕттĕмре курăнми пулчĕç. Çур сехет те иртмерĕ — вĕсем масар çинчи вăрăм курăк ăшĕпе утрĕç.
Масарĕ авалхи майлăскер, хĕвеланăç енчи стильпе тунăскер. Вăл ялтан пĕр миля çурăра, сăрт çинче вырнаçнă, йĕри-тавра хăлтăр-халтăр хăма карта тытса тухнă. Унăн карти хăшпĕр тĕлте шал еннелле, хăшпĕр тĕлте тулалла тӳне-тӳне кайнă. Пĕтĕм масарĕпех кивĕ вилтăприсене çумкурăк пусса илнĕ. Унта пĕр палăк та пулман. Вилтăприсем çинче çаврака тăрăллă кивĕ те çерĕк хăмасем ларнă; шĕке çисе пĕтернĕрен вĕсем, хăйсем валли тĕреклĕх шыраса, çер çумнелле тайăнса ларнă, анчах тĕреклĕхĕ тупăнман. Пур хăмисем çине те ĕлĕк: «Çак çынна ĕмĕр асăнатпăр», — тесе çырнă пулнă, анчах нумайăшĕ çинче саспаллисем çухалса петнĕ, çавăнпа çутă чухне те вĕсене вулама май килмен.
Лăпкă çил, Тома хăратса, йывăçсем хушшинче улать. «Хăйсене кансĕрлесе çӳренĕшĕн тарăхса, вилĕ çынсен чунĕсем ӳпкелешеççĕ ĕнтĕ», — тесе шухăшлать Том. Туссем пĕр-пĕринпе сахал та шăппăн çеç сăмахларĕç. Вăхăчĕпе вырăнĕ те, шăплăхпа чаплăхĕ те вĕсене пусса тăнă пек пулчĕ. Вĕсем хăйсем шыранă шĕвĕр тăрăллă чĕрĕ тăпра купине тупрĕç те, вилтăпринчен виç-тăватă утăмри виçĕ мăн хурама айне пытанчĕç.
Вĕсем, чылайччен тăрса, хăйсене мĕн туйăнасса кĕтрĕç. Инçетре тăмана тăвиклетрĕ, пĕр çав сасă çеç таврари шăплăха пăсрĕ. Шухăшĕсем ытла хытă пуснăран, То:мăн калаçма тытăнас килчĕ.
— Эсĕ мĕнле шухăшлатăн, Гекки, — тесе пуçласа ячĕ вăл, — эпир кунта килнине вилнĕ çынсем килĕштереççĕ-ши?
Гекльберри хирĕç шăппăн çапла, каларĕ:
— Кам пĕлет вĕсене, пĕлместĕп! Хăрушă кунта. Чăнах вĕт?
— Хăрушă пулмасăр!
Нумайччен вĕсем нимĕн те чĕнмесĕр тăчĕç, иккĕшĕ те, хăйсем масар çине килнине вилнĕ çынсем епле пăхаççĕ-ши тесе, шухăша кайрĕç. Унтан Том шăппăн:
— Итле-ха, Гекки, эсĕ мĕнле шухăшлатăн, эпир мĕн калаçнине хăрах куçлă Вильямс илтет-ши е илтмест-ши? — тесе ыйтрĕ.
— Паллах, илтет. Хăй илтмесен те, унăн чунĕ илтет.
Вĕсем каллех шăпланса чĕнмесĕр тăчĕç.
— Эпĕ ăна ахаль Вильямс çеç тесе каланăшăн, мистер Вильямс тесе каламаншăн шеллетĕп. Анчах эпĕ ăна апла каласа кӳрентересшĕн пулман вĕт. Ăна пурте хăрах куçлă, тетчĕç.
— Вилнĕ çынсем çинчен каланă чухне асăрханарах калаçмалла, Том.
Çакă вара Томăн малалла калаçас килнине пĕтерсе хучĕ.
Сасартăк вăл хăй юлташне алăран ярса тытрĕ.
— Шăп!
— Мĕн унта, Том?
Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе ларса, вĕсем мĕн пулассине кĕтрĕç. Вĕсен чĕрисем хытăран хыттăн картлатрĕç.
— Шăп! Акă каллех! Нивушлĕ илтместĕн?
— Эпĕ…
— Аха! Аранах эсĕ те илтрĕн-мĕн.
— Ах турă, Том, вĕсем килеççĕ! Çавсем вĕсем! Мĕн тăвас пирĕн?
— Пĕлместĕп. Вĕсем пире кураççĕ пулĕ тетĕн-и эсĕ?
— Ох, Том, вĕсем тĕттĕмре, кушаксем пекех, кураççĕ вĕт. Мĕн тума килтĕм-ши!
— Ан хăра эсĕ... Вĕсем пире тивмеççĕ пулĕ, тен. Эпир вĕсене усал тумастпăр вĕт. Эпир шăп ларсан, тен, вĕсем пире курмĕç те.
— Юрать. Ларса пăхатăп... Ах, турăçăм, эпĕ пĕтемпех четретĕп!
— Шăп! Итле!
Арçын ачасем, аран çеç сывласа, пĕр-пĕрин çумне пуçĕсемпе çыпçăнса тăчĕç. Масарăн леш вĕçĕнче хуллен калаçнисем илтĕнчĕç.
— Пăх-ха! Пăх! — терĕ шăппăн Том. — Мĕн унта?
— Вăл тамăк ăшĕнчи вут! Ой, епле хăрушă!
Темĕнле лайăх палăрман кĕлеткесем тĕттĕмре ачасем патнелле çывхарса килчĕç. Çав кĕлеткесем умĕнче авалхи йышши шăвăç хунар чӳхенсе пычĕ, çĕр çинелле вăл, чĕкеç шатрисем тăкнă пекех, темĕн чухлĕ çутă хĕмсем тăкать.
— Ку шуйттансем пулĕ! — терĕ шăппăн Гекльберри, хăй шартах сикрĕ. — Виççĕн! Халĕ ĕнтĕ эпир пĕтрĕмĕр. Эсĕ кĕлтума пĕлетĕн-и?
— Кĕлтуса пăхăп. Эсĕ ан хăра — вĕсем пире тивес çук. «Турăçăм, лăпкă та пĕр шухăшсăр ыйхă парнеле пире...»
— Шăп!
— Мĕн, Гек?
— Вĕсем çынсем! Пĕри те пулин çынах. Унăн сасси те Мэфф Поттерăнни пекех.
— Ну, вăл пулма пултарас çук!
— Эсĕ шăп лар, ан сывла. Вăл пире курас та çук: вăл яланхи пекех ӳсĕр халь. Эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ.
— Юрĕ. Эпĕ шăпах ларăп. Чарăнса тăчĕç. Тем шыраççĕ. Тупаймаççĕ. Акă каллех кунталла! Ав, мĕнле чупаççĕ. Каллех хуллентерех утма пуçларĕç. Каллех хăвăртрах. Халь тата — ой, епле хытă пыраççĕ! Тӳрех кунталла килеççĕ, кун пирки нимĕн иккĕленмелли те çук. Итле-ха, Гек, эпĕ тепĕр сассине те палласа илтĕм — вăл индеец Джо.
— Паллах, вăл çав усал метис. Унăн вырăнне шуйттансем пулнă пулсан, лайăхрахчĕ-и, тен? Мĕн кирлĕ-ши вĕсене кунта, пĕлессĕм килетчĕ манăн.
Пăшăлтату шăпланнă, мĕншĕн тесен виçĕ çын вилтăпри патнех çитнĕ те ачасем пытанса ларнă вырăнтан инçетре те мар чарăнса тăнă.
— Çакăнта, — тенĕ те виççĕмĕшĕ, хунара çӳлелле çĕкленĕ, çавăнпа унăн пичĕ çине çутă ӳкнĕ. Ку çамрăк тухтăр Робинзон пулнă.
Поттерпа Джо индеец наçилккапа кантра тата икĕ кĕреçе йăтнă. Вĕсем хăйсен çĕклемне çĕр çине хучĕç те вилтăприне чавма тытăнчĕç.
Тухтăр хунара вилтăприн пуçĕ вĕçне лартрĕ, хăй, пĕр хурами çумне çурăмĕпе тайăнса, çĕр çине ларчĕ.
Вăл ачасем патĕнчех тăрать, ачасем ăна алăпа тĕртме те пултарнă пулĕччĕç.
— Хăвăртрах, хăвăртрах, — терĕ вăл хуллен. — Кашни минутрах уйăх тухма пултарать.
Лешсем ăна хирĕç темĕн мăкăртатса илчĕç те малаллах чаврĕç. Пĕр вăхăтра вĕтĕ чулсемпе тăпра муклашкисене аяккалла ывăта-ывăта яракан кĕреçе сассисем чакăртатни çеç илтĕнсе тăчĕ, — пĕр евĕр салхуллă сасă. Юлашкинчен кӳплетнĕ сасă илтĕнсе кайрĕ: кĕреçе тупăх çумне пырса çапăнчĕ. Виç-тăватă минутранах чавакансем тупăка çӳлелле туртса кăларчĕç. Çав кĕреçесемпех вĕсем тупăк хупăлчине уйăрса илчĕç, çын виллине туртса кăларчĕç те нимĕн уяса тăмасăр ăна çĕр çинелле [[I,561]]. Çав тапхăрта пĕлĕтсем хыçĕнчен уйăх тухрĕ те вилнĕ çыннăн кăвак сăнне çутатрĕ. Хăйхисем çывăхрах наçилкка илсе пычĕç, ун çине вилене хучĕç, ăна утиялпа витрĕç те кантрапа çыхса лартрĕç. Поттер пысăк хуçмалла çĕçĕ кăларчĕ, усăнса тăракан кантра вĕçне татса илчĕ те çапла каларĕ:
— Йăлт хатĕр, мăйпăран господин. Акă мĕн: парăр пире тепĕр пиллеклĕхне, ахаллĕн вилĕ кунтах юлать.
— Тĕрес, тĕрĕс! — тесе кăшкăрчĕ Джо индеец.
— Ку мĕне пĕлтерет? Итлĕр-ха! — терĕ хиреç тухтăр. — Эсир укçине малтанах ыйтрăр вĕт, эпĕ сире тӳлерĕм-çке.
— Тӳлерĕр, анчах пирĕн сирĕнле урăххине шутламаллисем те пур, — терĕ Джо, тухтăр патнелле пырса. Тухтăр ура çине тăчĕ. — Пилĕк çул ĕлĕкрех эсĕр мана хăвăр аçун кухнинчен хăваласа кăлартăр, эпĕ унта мĕн те пулин çимелли ыптма кенĕччĕ. Эпĕ ырăшăн пыман терĕр эсĕр. Эпĕ уншăн сире çĕр çултан та пулин тавăратăпах тесе тупа тусан, сирĕн аçу мана, çапкаланчăк вырăнне шутласа, тĕрмене хуптарчĕ. Çавна эпĕ маннă пулĕ тесе шутлатăр-и эсир? Çук, манман, ахальтен мар ĕнтĕ манăн ăшăмра индеец юнĕ çӳрет. Халĕ эсир манăн алăра, эпир сирĕнпе шутласа татăлатпăр, çавна пĕлсех тăрăр.
Вăл чышкине тухтăр сăмси патнех илсе пычĕ. Лешĕ кĕтмен çĕртен аллипе хăмсарса ячĕ те пĕрре çапсах индееца çĕре персе ӳкерчĕ. Поттер çĕççине пăрахрĕ те:
— Эй, эсĕр! Ку мен! Эпĕ юлташа хĕнеттерместĕп! — терĕ.
Вăл тухтăр çинелле сикрĕ. Вĕсем иикĕше тытăçса илчĕç те пĕр-пĕрне чышкăлама тапратрĕç, курăка таптаса, ура кĕлисемпе кăпăшка çĕре чаврĕç. Джо индеец ура çине сиксе тăчĕ; унăн куçĕнче курайманлăх çунать; вăл Поттер пăрахнă çĕççе илчĕ те кушак пек йăпшăнса, пĕтĕм пĕвĕпе авăнса илсе, йĕри-тавра чупкалама пуçларĕ, чышмашкăн май шырарĕ. Сасартăк тухтăр, тăшманăн ытамĕнчен хăтăлса тухса, Вильямс тăпри çинчи йывăр хăмана ярса тытрĕ те вăл хăмапа Поттера çав тери хыттăн çапса ячĕ, лешĕ вара çĕр çинелле кайса ӳкрĕ. Çак тапхăртах метис, çавăнпа усă курса, çамрăк çыннăн кăкăрне çĕçĕпе яшт чикрĕ те аври таранах кĕртсе лартрĕ. Лешĕ тайăнса кайрĕ те Поттер çинелле авăнчĕ, ăна хăй юнĕпе вараласа пĕтерчĕ. Капланса килнĕ пĕлĕтсем çав хăрушă сценăна тĕттĕмпе хупласа лартрĕç, хăраса ӳкнĕ ачасем каялла çаврăнса пăхмасрах сиккипе тара пачĕç.
Уйăх каллех пĕлĕтсем хыçĕнчен шуса тухрĕ, питĕ тарăн шухăша кайса, икĕ çын ӳчĕ патĕнче тăракан Джо индеец курăнчĕ. Тухтăр ăнланмалла мар темен мăкăртатса илчĕ, пĕр-икĕ хутчен хаш-хаш сывларĕ те шăпах пулчĕ.
— Акă ĕнтĕ, шуйттан илесшĕ, эпир хамăр хушăра шутласа татăлтăмăр та! — терĕ хулленрех метис.
Вăл çав вилне çынна çаратрĕ. Унтан синкер тунă çĕççе Поттерăн сылтăм аллине тыттарчĕ те ӳпĕнтернĕ тупăк çине кайса ларчĕ.
Виçĕ, тăватă, пилĕк минут иртрĕ. Поттер тапранкалама пуçларĕ, йынăшса ячĕ. Вăл аллинчи çĕççине пăчăртаса тытрĕ, ăна пичĕ патнех илсе пычĕ, шартах сикрĕ те çĕрелле пăрахрĕ. Унтан тăчĕ те вĕлернĕ тухтăрăн ӳтне хăй патĕнчен тĕртсе ячĕ. Ун çине пăхса илчĕ, унтан тĕтреллĕ куçĕсемпе йĕри-тавра пăхкаларĕ те метис хăйне сăнанине курах кайрĕ.
— Ай, турăçăм! Ку мĕнле пулчĕ-ха, Джо?
— Ĕç питĕ начар, — терĕ лешĕ, вырăнтан тапранмасăр. — Мĕншĕн-ха эсĕ çапла турăн?
— Эпĕ-и? Шухăшламан та.
— Юрĕ, калах! Унпа инкеке ирттерсе ярас çук! Поттер шуралса кайрĕ те чĕтрене ерчĕ.
— Эпĕ хамăн мухмăр иртсе кайнă пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Паян каçалапа манăн ĕçмелле те марччĕ. Ку таранччен те пуçра шавлать, — кунта килнĕ чухнехинчен те ытларах... Эпĕ тĕтре ăшне кĕрсе кайнă пекех, нимĕн те астуса илейместĕп. Калах-ха мана, Джо, тӳррипе кала, авалхи тусăм, нивушлĕ эпĕ ăна пуçтарса хутăм? Эпĕ вĕлерес теменччĕ вĕт, манăн пуçра та ун пек шухăш пулман, хамăн чунăмпа, ырă ятпа тупа туса калатăп. Джо! Кала мана, мĕнле вăл пулчĕ, Джо? Ох, мĕнле тискер! Вăл çав тери çамрăкскерччĕ, хăйне лайăх карьера тума пултаратчĕ...
— Мĕнле пулчĕ тетĕн? Паллах, эсĕр иксĕр тытăçса илтĕр. Вăл сана пуçран хăмапа яра пачĕ, эсĕ çавăнтах тешĕрĕлсе антăн. Кайран ӳсĕр пекех тайкаланса тăтăн, çĕçĕ илтĕн те, лăп вăл сăна шутсăр хытă çапса янă тапхăрта, эсĕ ăна çĕçĕпе яш тутартăн. Унăн хыççăн вара эсĕ кайса ӳкрĕн те ку таранччен çаплипех, йывăç муклашки пек, выртрăн.
— Ох! Эпĕ мĕн тунине хам та пĕлмен-çке. Суятăп пулсассăн, çав вăхăтрах тăпра ăшне анса каймалла пултăр манăн. Çак япала пурте эрехрен килнĕ, — ӳсĕр пулнă эпĕ, — çитменнине тата çилленсе кайнă... Эпĕ çĕççине тыткалама та пĕлместĕп. Хĕнекелесе хăтланнă, кун пирки тавлашмастăп, анчах çĕçĕсĕр, чышкăсемпе çеç хĕненĕ. Кăна сана кирек кам та калĕ... Джо, ан кала никама та! Ман çинчен каламастăп тесе сăмахна пар, Джо! Эпĕ яланах сана юратнă, Джо, яланах сан майлă тăнă. Эсĕ ăна астăватăн вĕт, чăнах? Эсĕ никама та каламастăн-и, Джо?
Мĕскĕнскер, çын вĕлерекенскер, чĕркуçленсе ларчĕ, тархасласа аллисене тăсрĕ. Лешĕ ун çине, нимĕнле шухăш пулман пек, салхуллăн пăхса ларчĕ.
— Юрĕ, Мефф Поттер, эсĕ яланах ман тĕлĕшрен чыса пĕлсе, тӳррипе туса пынă, эпĕ те сана çакăн пекех тăватăп. Ан пăшăрхан, манăн сăмах шанчăклă. Кунта урăх нимĕн те калаçмалли çук.
— Джо, эсĕ — ангел, турăшăн та. Юлашки сывлăш тухса кайичченех пиллесе пурнăп сана. — Вара Поттер макăрса ячĕ.
— Ну, çитĕ! Çитет! Нăйкаса тăма вăхăт çук. Кай ав çав çулпала, эпĕ ку çулĕпе каятăп. Асту, хăвăн хыççăн йĕр ан хăвар.
Поттер юртăпа яра пачĕ, унтан хытăрах, мĕн вăй çитнĕ таран хытăрах чупма пуçларĕ.
Ун хыççăн пăхса, метис хăйĕн ăссĕн çапла мăкăртатса илчĕ:
— Хăйне çапнăран, эрех ĕçнĕрен вăл чăнласах ухмахланса кайнă пулсан, çĕçĕ çинчен часах астуса илес çук-ха. Астуса илсен те, кунтан инçетре пулать, каялла кунта таврăнма хăрĕ, чăх чĕри! — терĕ.
Ике-виçĕ минут иртрĕ те, — вĕлернĕ çынна, утиял ăшне чĕркенĕ вилле, хупăлчасăр тупăка, чавнă вилĕ шăтăкне пĕлĕт çинчи уйăх çеç пăхса тăчĕ. Йĕри-тавра каллех шăпланчĕ.
10-мĕш сыпăк. Йытă улани инкек пулассине систерет
Ачасем малалла та малалла, хула патнелле, чупрĕç. Сехри хăпнă вĕсен. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вĕсем, хăйсене хыçалтан хăваласран хăранă пек, каялла çаврăна-çаврăна пăхрĕç. Хăйсен çулĕ çинче тĕл пулакан кашни тункатах вĕсемшĕн чĕрĕ çын пек, тăшман пек туйăнчĕ, ăна курсан, вĕсен сывлăш тăвăрлана-тăвăрлана килчĕ. Вĕсем хула хĕрринче ларакан йывăç пӳртсем çумĕн чупса пынă чухне йытăсем вăранчĕç те вĕрме тапратрĕç. Вĕсем вĕрнине илтсен, ачасен çунатсем шăтнă пекех пулчĕç.
— Ĕлĕкхи сăран савăчĕ патне чупса çитмешкĕн çеç вăл юлтăрччĕ, — терĕ Том шăппăн, сывлăшне аран çавăрса. — Эпĕ халех кайса ӳкес пекех туйăнать.
Гекльберри ăна хирĕç мăшлата-мăшлата пашкарĕ. Ачасем куçĕсене илмесĕр сăран савăчĕ çинелле пăхрĕç, вĕсен епле пулсан та çавăнта çитесси килчĕ, унта çитесчĕ тесе, вĕсем юлашки вăйĕсене пухса чупрĕç. Юлашкинчен, вĕсем ун патне чупса çитрĕç те, уçă алăкĕ витĕр хулпуççи çумне хуллуççипе çыпçăнса шалалла чупса кĕрсе, çавăнтах урайне, пушă çуртри салху тĕттĕмлĕхе кĕрсе ӳкрĕç.
Вĕсем питĕ хĕпĕртерĕç, анчах хăйсем шутсăрах ывăннă. Хуллен-хуллен вĕсем сывлăш çавăрса илчĕç, вара Том хуллен çапла каларĕ:
— Гекльберри, эсĕ мĕнле шухăшлатăн, мĕн пулать-ши?
— Робинзон тухтăр вилет пулсан, çакăнса тăмалли пулать пулĕ тесе шухăшлатăп эпĕ.
— Апла пулас çук!
— Вăл пулатех ĕнтĕ.
Том шухăша кайрĕ те тепĕр минутран çапла ыйтрĕ:
— Кам каласа кăтартать вара? Эпир-и? — терĕ.
— Мĕн пуплетĕн эсĕ? Апла юрать-и вара? Ун пекки пулсан, тата Джо индееца çакса вĕлермесен, вăл пире пĕтерет вĕт. Вара пирĕн вилĕмрен хăтăлмалли май та çук. Вăл, чăнах та, халĕ кунта иксĕмĕр урайĕнче выртнă пекех пулать.
— Эпĕ хам та çапла шухăшлатăп, Гек.
— Камăн та пулин кайса каламалли пулсан, çакна Мефф Поттер кайса калатăр; унăн çакна тума айванлăхĕ те çитет пулĕ? Ялан ӳсĕр çӳрет...
Том чĕнмесĕр тăчĕ, вăл каллех шухăша кайрĕ. Юлашкинчен вăл кăшт çеç илтĕнмелле çапла каларĕ:
— Гек, Мефф Поттер нимĕн те пĕлмест вĕт-ха... Вĕлерни çинчен вăл ăçтан кайса калама пултарать-ха?
— Епле апла нимĕн те пĕлмест!
— Çаплах, Джо индеец тухтăра лăп çав тапхăрта, тухтăр Поттера хăмапа пуçран панă хушăра, çĕçĕпе чикрĕ вĕт-ха. Ăçтан вăл курма пултартăр-ха? Вĕлерни çинчен вăл ăçтан пĕлме пултартăр?
— Ах, хăямат, чăнах та çапла вĕт!
— Çитменнине тата, эсĕ шутла-ха, çавăн пек çапнăранах-и, тен, Поттер йăлтах пуçтарăнса выртнă.
— Çук, Том, ун пек пулас çук пулĕ. Унăн ăшчиккинче эрех пулнă вĕт. Эпĕ ăна тӳрех сисрĕм. Тата вăл яланах ӳсĕр çӳрет. Манăн атте эрех кӳпсе тултарсан, ăна пуçран темĕнте те çапма пулать... Хăть чиркӳпе çап, нимĕн те пулас çук, чăнах. Вăл хăй те çапла каланăччĕ — темиçе хут та! Мефф Поттерна та çавнашкалах ĕнтĕ. Поттер урă пулнă пулсан, тата пуçран çавăн пек парсан, тен, вăл вилсе те каятчĕ пулĕ... халĕ эпĕ пĕлместĕп, апла пулĕ тесе шухăшламастăп.
Том каллех хăй шухăшне шухăшлама пуçларĕ.
— Гек, эсĕ ăнсăртран каласа ярас çук тесе хăвна шанатăн-и? — терĕ вăл нумайччен чĕнмесĕр тăнă хыççăн,
— Калас килет-и, килмест-и, Том, пирĕн шарламалла мар. Хăвах пĕлетĕн, çав шуйттан метисĕ... Эпир лăпăртатас пулсан, ăна çакса вĕлермесен, вăл пире, кушак çурине путарнă пекех, шыва путарĕ... Итле-ха, Том! Тавай пĕр-пĕрне тупа туса, чĕлхесене çыртса çӳретпĕр тесе сăмах паратпăр.
— Тĕрĕс, Гек. Ку чи лайăххи пулать. Эппин, аллуна çĕкле те тупа ту...
— Э-э! Çук, апла юрамасть. Вăл ахаль ĕçсенче, пустуй япаласенче çеç, пуринчен ытла хĕрачасемпе тупа тумă чухне лайăх, мĕншĕн тесен вĕсем юлашкинчен çапах улталаса хураççĕ, пăртак çилленсенех лăпăртатса кăтартаççĕ. Çакăн пек пысăк ĕçре çырнă килĕшӳ кирлĕ. Юнпа çырни.
Том пĕтĕм чултан çав шухăша ырларĕ. Вăл шухăш вăрттăнла та, салху та, хăрушă та пулчĕ. Çитменнине, вăл ку тĕлте пулнă пур ĕçсемпе те, таврари япаласемпе те, çĕрлехи вăхăтпа та пĕтĕмпех килĕшсе тăчĕ. Том урайĕнчен уйăх çутипе йăлтăртатса выртакан таса хыр хăма татăкки илчĕ, кĕсйинчен хĕрлĕ сăрă татăкки туртса кăларчĕ, хăма татăкĕ çине çутă ӳкмелле ларчĕ те çакăн пек йĕркесем чĕркелесе çырчĕ; çӳлтен аялалла аннă кашни йĕрех вăл чĕлхипе пулăшрĕ, çавăн чухне чĕлхине шăлĕсем хушшине пăчăрта-пăчăрта тытрĕ, аялтан çӳлелле йĕр тунă чухне чĕлхине кăларчĕ.
Гек Финн тата Том Сойер эпĕр —
иксĕмĕр те тупа тăватпăр.
Çак ĕç тĕлĕшĕнчен чĕлхене
çыртса çӳретпĕр тесе,
пĕр сăмах та пулин лапăртатсан,
пирĕн çав вырăнтах
вилсе выртмалла пултăр.
Том çырма пĕлнинчен тата унăн питех аван стильне курса, Гекльберри хĕпĕртесе ӳкрĕ. Вăл çанă вĕçĕнчен булавка туртса кăларчĕ те хăйĕн пӳрнине чикесшĕн пулчĕ, анчах Том ăна чарчĕ:
— Тăхта! Ун пек ан ту. Вăл пăхăр булавка. Унăн çинче симĕс [[I,562]] пулма пултарать.
— Симĕс тутăхни? Мĕнле япала вара вăл?
— Наркăмăш йышши япала. Çăтса пăх-ха — курăн. Том хăйĕн йĕпне чĕркесе лартнă çипне сӳтрĕ те, ачасем иккĕшĕ те черечĕпе хăйсен пӳрнисене йĕппе чикрĕç, вĕсенчен пĕрер тумлам юл пăчăртаса кăларчĕç.
Темиçе хутчен çавăн пек туса тата перо вырăнне кача пӳрнипе усă курса, Том аяла хăйĕн ячĕн малти саспаллисене çырчĕ, унтан Гекльберрине Г. тата Ф. епле çырмаллине вĕрентрĕ, вара килĕшĕве алă пусса çиреплетрĕç. Вĕсем, чаплăн, йăла-йĕркене пăхăнса тата тĕрлерен сăмахсем каласа, хăма татăккине стена çумнех алтса чикрĕç, — çапла хамăр чĕлхесене çыхăнтарса тăракан сăнчăрсене ĕмĕрлĕхех çăраççипе питĕрсе хутăмăр, çăраççине таçта инçете-инçетех ывăтса ятăмăр, тесе шутларĕç вĕсем.
Çурри ишĕнмĕ çуртăн тепер вĕçĕнчен пĕр темĕнле кĕлетке йăпшăнса кĕчĕ, анчах ачасем ăна курмарĕç.
— Том, — терĕ Гекльберри шăппăн, — халĕ ĕнтĕ эпир лăпăртатса кăтартас çук... нихçан та тесе шанса тăратăн-и эсĕ?
— Паллах, шанса тăратăп. Кирек мĕн пулсан та, эпир шарламастпăр. Каласан, эпир çавăнтах вилсе выртатпăр вĕт. Эсĕ манса кайрăн-и-мĕн?
— Апли апла та-ха...
Вĕсем татах тепĕр хушă пăшăлтатрĕç. Сасартăк вĕсенчен инçехре те мар, пĕр вунă утăмра тенĕ пек çеç, вăрăммăн та салхуллăн улани илтĕнсе кайрĕ.
Ачасем хăраса пĕр-пĕрин çумнелле пăчăртанчĕç.
— Кам çине пăхса улать вăл? — терĕ Гекльберри шăппăн, сывлăш çавăраймасăр. — Сан çине е ман çине?
— Пĕлместĕп... шăтăк витĕр пăх! Хăвăртрах!
— Çух, эсĕ пăх!
— Пăхма пултараймастăп... пултараймастăп эпĕ, Гек.
— Тархасшăн, Том. Акă каллех...
— О, турăçăм, питех хĕпĕртерĕм эпĕ! — терĕ Том шăппăн. — Эпĕ вăл уланине палласа илтĕм: вăл Булл Харбисон йытти.
— Турра тав, эппин! Манăн пĕтĕмпех сехре хăпнăччĕ, — вăл çапкаланчăк йытă тесе шутланăччĕ эпĕ.
Йытă каллех улама тытăнчĕ. Ачасен каллех хăранипе сехрисем хăпрĕç.
— Ох, çук! Ку Булл Харбисон йытти мар, — терĕ Гекльберри шăппăн. — Тепĕр хут пăх-ха, Том!
Том, хăранипе чĕтресе, шăтăкран пăхрĕ те аран илтĕнмелле, хуллен çапла каларĕ:
— Ой, Гек, вăл çапкаланчăк йытă! — терĕ.
— Пăх, Том, часрах пăх: кам çине пăхса улать вăл?
— Иксĕмĕр çине те пăхса улать пулмалла. Эпир юнашарах вĕт, пĕр-пĕрин çывăхĕнчех...
— Ох, Том, пĕтрĕмĕр эпир иксĕмĕр те! Ăçта тĕл пулассине пĕлетĕп ĕнтĕ эпĕ. Эпĕ çав тери ирсĕр ача пулнă...
— Эпĕ тата? Çавăн пек кирлĕ те мана. Шкула çӳремесен тата мĕн хушманнине тусан, акă мĕн пулать ĕнтĕ... Тăрăшнă пулсан, эпĕ Сид пекех лайăх пулма пултараттăм, анчах çук çав, эпĕ тăрăшмарăм. Ку хутĕнче инкекрен хăтăлсан, эпĕ кун каçипех, çĕр каçипех вырсарникунхи шкулсенче ирттеретĕп.
Том хуллен ĕсĕклеме тытăнчĕ.
— Эсĕ хăвна ирсĕрскер тетĕн-и-ха? — Гекльберри те нăйкăшма пуçларĕ. — Эсĕ, Том Сойер, хăямат, манпа танлаштарсан, чăн-чăнах ангел пек. Эй, тур-тур, çурри таран пулин те манăн сан пек «ирсĕр» пуласчĕ.
Том куççульне çăтса ячĕ те шăппăн:
— Пăх-ха, Гекки, пăх! — вăл пирĕн паталла çурăмне кăтартса тăрать! — терĕ.
Гек пăхрĕ те, унăн чĕри хĕпĕртесе кайрĕ.
— Чăнах, çурăмне, туршăн та, çурăмне... Вăл малтан та çавăн пек тунăччĕ-и?
— Çаплах çав, эпĕ, ухмах, ăна астуман та. Питĕ аван! Анчах вăл кам çине пăхса улать-ха?
— Улама чарăннă, Том, хăлхисене тăратса лартнă.
— Шăп! Мĕн вăл? — терĕ леш шăппăн.
— Тем... сыснасем нăриклетне пек. Çук, Том, кăна такам харлаттарать.
— Харлаттарать? Ăçта-ха харлаттарать, Гек?
— Тепĕр пуçĕнче пулмалла. Харлаттарни çавăнта илтĕннĕ пек туйăнать. Атте хăшпĕр чухне унта сыснасемпе пĕрле çĕр каçкалатчĕ, анчах шăл ытла та хытă харлаттарать, — тĕреклĕрех тăмасан, ураран та ӳкерĕ. Çитменнине тата, вăл çак пĕчĕк хулана урăх килес те çук пулĕ, тетĕп.
Ачасен чунĕнче каллех темтепĕр курассишĕн çунасси чĕрĕлсе кайрĕ.
— Гек, эпĕ ертсе кайсан, эсĕ çавăнта каятăн-и?
— Каяс килмест манăн, Том. Тен, унта Джо индеец?
Том хăраса ӳкрĕ. Анчах çавăнта çитсе пăхасси ытла та хытă илĕртрĕ, çавăнпа та ачасем унта кайса пăхас, терĕç. Хартлатни чарăнсанах, каялла çаврăнас та яра парас тесе каварлашрĕç вĕсем. Пĕр-пĕрин хыççăн чĕрне вĕççĕн утса, вĕсем çывăракан патнелле йăпшăнчĕç. Патне çитесси виç-тăватă утăм юлсан, Том темĕнле патак çине пусрĕ, патакĕ çатăрт туса хуçăлса кайрĕ. Çывăраканскер йынăшса илчĕ, пăртак хутлансарах выртрĕ, унăн пичĕ уйăх çути ӳкнĕ тĕле лекрĕ. Вăл Мефф Поттер пулчĕ. Çывăракан тапрансан, ачасен юн тымарĕсенче юн сивĕнсе ларнă пек пулчĕ, хăйсем те пĕр вырăнтах хытса кайрĕç. Анчах халĕ вĕсен хăрани пĕтĕмпех иртрĕ. Вĕсем, чĕрне вĕççĕн утса стенари çапса лартнă хăмана çĕмĕрсе кăларнă шăтăк патне çитсе, ун витĕр тухрĕç те сывпуллашма пуçларĕç. Анчах çав вăхăтра каллех тискеррĕн, вăрăммăн улани илтĕнсе кайрĕ.
Вĕсем каялла çаврăнса пăхрĕç те Поттер выртнă çĕртен икĕ утăмра ют йытă тăнине курах кайрĕç. Унăн пуçĕ Поттер еннелле пăхнă, сăмсине вăл çӳлелле, пĕлĕтсем патнелле, тăснă.
— Вăл ăна пăхса улать иикен! — терĕç ачасем пĕр харăсах.
— Пĕлетĕн-и эсĕ? Пĕрре пырса ернĕ йытă Джонни Миллер патĕнче лăпах çур çĕр тĕлĕнче уланă, тет, — унтанпа ике эрне çитнĕ ĕнтĕ. Çур çĕр тĕлĕнче вĕçекен каяк та ун патне пӳлĕме веçсе кĕнĕ, пусма карлакĕсем çинче çав каç юрласа ларнă, çапах та ку таранччен ун килĕнче никам та вилмен.
— Ия, пĕлетĕп. Мĕн вара, вилмен пулсан? Гресси Миллер çав шăматкунах кухньăри вучах çине ӳксе шутсăр пиçсе кайман-и-ха?
— Апла та, анчах вăл вилмен вĕт-ха. Вилме мар, тӳрленсех пырать.
— Юрĕ, тăхта-ха, курăн унта мĕн пулассине, унăн ĕçĕ çапах та Мефф Поттерăнни пекех пĕтсе ларнă ĕнтĕ. Негрсем çапла калаççĕ, вĕсем çав ĕç таврашне пĕлекен çынсем вĕт-ха.
Ачасем шухăша кайса пĕр-пĕринчен уйрăлчĕç.
Том хăй çывăракан пӳлĕмĕн чӳречи витĕр пырса кĕнĕ вăхăталла çĕр ирте пуçланăччĕ ĕнтĕ. Хывăннă чухне вăл епле те пулин шавлас марччĕ тесе тăрăшрĕ, вара çавăнтах выртса çывăрса кайрĕ. Хăй тухса кайса темтепĕр курса çӳрени çинчен никам та пĕлмен тесе хĕпĕртерĕ вăл. Хуллен харлаттарса выртакан Сид çывăрманни çинчен, вăл хăй çитиччен пĕр сехет малтанрахах вăранни çинчен Том пĕрре те шухăшламарĕ.
Том вăранса куç уçнă çĕрелле Сид тумланса тухса кайма та ĕлкĕрнĕ. Тулта çап-çутă пулнине курсан (вăхăт ĕнтĕ вăраха кайнă темелле), Том питĕ тĕлĕнчĕ. Мĕншĕн ăна вăратман-ха, мĕншен ăна яланхи пек пырса турткаламан-ха? Çав шухăш ăна темĕн ырă мар пуласси çинчен систерчĕ. Хăйне ыйхă пуснă пулсан та, пĕтĕм шăмшакки ывăннă пек пулсан та, вăл пилĕк минут хушшинчех тумланса çитрĕ те аялалла анчĕ.
Кил-йышĕ сĕтел хушшинчех ларать, анчах вĕсем ирхи апатне çисе пĕтернĕ. Никам та Тома пĕр сăмах ӳпкелесе каламарĕ, анчах пурин куçĕсем те унтан аяккалла пăхаççĕ. Пӳлĕмре çав тери шăп, çавăнпа ирсĕр ĕç тунă ачан чĕри çӳçенсе илчĕ. Вăл сĕтел хушшинче ларчĕ, хăй савăклăн пулма тарăшрĕ, — тăрăшни ахалех пулчĕ. Никам та хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Вăл шӳт тунисене пăхса нихăшĕ те кулса илмерĕ, çавăнпа унăн та чĕнме пăрахса нимĕн шарламасăр лармалла пулчĕ, унăн чĕрине хуйхă пусса илчĕ.
Ирхи апат хыççăн мăнаккăшĕ ăна аяккалла илсе кайрĕ те, вăл вара хĕпĕртесе ӳкнĕ пекех пулчĕ, мĕншĕн тесен вăл хулăпа çаптарнипех ĕç иртсе каять пулĕ тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Анчах ун пек пулмарĕ. Мăнаккăшĕ макăрма, йĕрме тапратрĕ. «Манăн ватă чĕреме хуçма ăçтан хал çитрĕ-ши санăн?» — тесе ыйтрĕ вăл. Юлашкинчен вăл ăна çапла каларĕ: «Халĕ ĕнтĕ эсĕ хăвăн мĕн тăвассу килет, çавна тума пултаратăн: хăвна ху пĕтерсе хума, манăн кăвак пуçăма намăс кăтартма, мана тăпра ăшне кĕртсе вырттарма та пултаратăн — çапах сана тӳрлетме май килес çук; эпĕ сана тӳрлетме хăтланса та пăхмастăп ĕнтĕ», — терĕ.
Çапла калани хулăла пин хут çаптарнинчен те усалтарах пулчĕ, çавăнпа та Томăн чери ӳт ыратнă пек мар, тата хытăрах ыратрĕ. Вăл та макăрса ячĕ, хăйне каçарма ыйтрĕ, тӳрленетĕп тесе татах сăмах пачĕ. Юлашкинчен мăнаккăше ăна ирĕке ячĕ, анчах Том хăйне мăнаккăшĕ пĕтĕмпех каçарманнине, халĕ ĕнтĕ хăйне ĕлĕкхи пек шанманнине туйса тăчĕ. Вăл çынсенчен аяккалла уйрăлса кайрĕ, хăйне питех телейсер тесе шутларĕ, çавăнпа вăл Сида тавăрма та хăтланса пăхмарĕ, Сид пустуях унтан кайри алăк витĕр тухса тарма васкарĕ. Том, хурлăхлă та салхуллăскер, шкула сĕтеренсе пычĕ те ĕнер шкула килменшĕн Джо Гарперпа пĕрле вăл хăй çурăмне хулă айне пырса тытрĕ. Çаптарнă вăхăтра хăйĕн чунне тата йывăртарах хуйхă пуснă, çакăн пек пустуй япаласене пĕртте сисмен çын еверлĕ курăнчĕ. Том, каялла хăй выранне пырса ларсан, парта çинелле чавсаланчĕ те, янах шăммине аллисемпе тĕкĕлесе тытса, стена çинелле пăхса, чул евĕрлĕ хытса кайнă пек пулчĕ. Унăн куçĕнче çав тери асап курăнса тăчĕ. Унăн чавси темĕнле хытă япала çине тайăннă. Том чылайччен туймаре çакна. Пăртакран Том урăхларах ларчĕ те, ассăн сывласа, çав япалана илчĕ. Япалине хут ăшне чĕркесе лартнă. Том ăна сӳтсе пăхрĕ. Вăл вăрăммăн хашлатса сывласа ячĕ — унăн чĕри çурăлсах кайрĕ. Ку япала унăн камин шарикĕ иккен…
Юлашки улăм пĕрчи тĕве пилĕкне хуçрĕ.
11-мĕш сыпăк. Том лайăх мар ĕç тунăшăн асапланать
Кăнтăрла çитнĕ тĕлелле сасартăк усал хыпар пĕтĕм хулана пăлхатса ячĕ. Телеграф та кирлĕ пулман, телеграф çинчен çынсем вăл вăхăтра шухăшламан та, — çав хыпар пĕр çынтан тепĕр çын патне, пĕр çуртран тепĕр çурт патне телеграф хăвăртлăхĕпех куçса пынă. Паллах ĕнтĕ, учитель шкул ачисене килелле салатса яна: учитель çавăн пек тума чухламасан, пĕтĕм хула тĕлĕнетчĕ ĕнтĕ. Вĕлернĕ çын çумĕнче юнланса пĕтнĕ çĕçĕ тупнă, çĕççи Мефф Поттерăн пулнă, ăна тахăшĕ палласа илнĕ, тет. Тата çапла та каланă: çĕрле, çур çĕр иртсен икĕ сехет тĕлнелле, пĕр çын килелле таврăннă чухне Поттер тĕлне çитсе тухнă, тет. Поттер шыв юхса выртнă çĕрте çăвăнса тăнă, тет.
Çав сынна курсан, вăл çавăнтах таçталла кайса çухалнă, тет, — ку ĕнтĕ ахальтенех мар пулĕ темелле. Çитменнине тата, çăвăнса хăтланни те унăн йăли таврашĕ пулман. Тата çапла та калаçнă: вĕлерекенне шыраса полици пĕтĕм хулипе ухтарса çӳренĕ, тет (калаçнă чухне халăх çынна айăпламалли япаласене яланах час тупать те приговорсем туса хурать), анчах вĕлерекен çынне полици ниçта та шыраса тупайман, тет. Пур еннелле те юланутсем янă, айăплă çынна каçчен тытаççех тесе шанса тăнă [[I,563]].
Пĕтĕм халăх масар çинелле чышăнчĕ. Том та хăйĕн ыратакан чĕри çинчен мансах, халăх хыççăн утрĕ — вăл хăйĕн каяс килнипе каймарĕ: ун шучĕпе, халĕ çакăнтан пĕр пин миля аякра пулнă пулсан, лайăхрахчĕ. Анчах ăна çавăнпалла ăнланмалла мар темĕнле вăй туртрĕ. Çав хăрушă вырăна çитсе, вăл хăй пĕчĕк пулнипе малалла хĕсĕнсе кĕрсе кайрĕ те каллех çав тискер япалана курчĕ. Вăл хăй çакăнта пулнăранпа тем ĕмĕрех иртсе кайнă пек туйăнчĕ ăна. Такам ăна аллинчен чĕпетсе илчĕ. Вăл çаврăнса пăхрĕ те Гекльберри куçне курах кайрĕ. Çавăнтах иккĕшĕ те икĕ еннелле пăхма пуçларĕç, вĕсем пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхса илнĕ чухне кам та пулин мĕн те пулин асăрхаман-ши тесе шухăшларĕç. Анчах çынсем вĕсене асăрхамарĕç те, пурте пĕр-пĕринпе калаçса, çав тискер япаларан куçĕсене илмесĕр пăхса тăчĕç.
«Мĕскĕн йĕкĕт!» «Телейсĕр çамрăк!» «Акă, вилĕ вăрлакансене асăнмалăх пулнă-ха!» «Мефф Поттерăн, ăна тытма пултарсан, çакăнса тăрассинчен хăтăлмалли те çук», — çакăн пек каларĕç пурте пĕр сасăпа. Пачăшкă тата çапла каларĕ:
— Ку турă хушнипе пулнă. Кунта турă ирĕкĕ, — терĕ.
Том пĕтĕм çанçурăмĕпе чĕтресе илчĕ, мĕншĕн тесен унăн куçĕ Джо индеецăн салхуллă сăнне курчĕ. Çав тапхăрта халăх шавласа каярах чакрĕ.
— Çав вăл, вăл! Вăл кунта хăех килет.
— Кам, кам? — тесе ыйтрĕ пĕр çирĕм сасă.
— Мефф Поттер!
— Пăхăр, чарăнса тăчĕ. Астăвăр ăна, вăл аяккалла каясшăн. Тытăр ăна, ан ярăр!
Том пуçĕ тĕлĕнчĕ, йывăçсем çинче, çăварĕсене карса ларакан çынсем: «Мефф Поттер кайма шутламасть те, вăл именнĕ пек те нимĕн тума пĕлмен пек тăрать çеç», — тесе пĕлтерчĕç.
— Нимĕн намăса та пĕлмест! — терĕ тăракансенчен пĕри. — Хăй тунă тискер ĕçе канлĕн пăхса савăнса тăма килнĕ вăл... кунта çынсем пулассине шутламан та вăл.
Халăх сирĕлчĕ те, вилĕ шăтăкĕ патнелле Поттера алăран çавăтса шериф чаплăн утса пычĕ. Мĕскĕн Поттерăн сăнĕ-пичĕ хăранипе йăлтах улшăнса кайнă, унăн куçĕсенче вăл шутсăр хăраса ӳкни палăрать. Вĕлернĕ çынна курсан, вăл хăйне тахăше çапнă пекех чĕтресе илчĕ, питне аллисемпе хупларĕ те макăрса ячĕ.
— Çакна эпĕ туман, тусăмсем, — терĕ вăл йĕрсе, — сире чăн сăмах паратăп, эпĕ туман.
— Кам, ара, сана айăплать? — тесе янтратса ячĕ тахăшĕн сасси.
Ухă тĕлленĕ çĕрех пырса лекрĕ. Поттер пуçне çĕклере те, хăйĕн куçĕпе нимĕн шанчăк та çуккине палăртса, чĕреренех пырса титвелле, йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Вăл индееца курчĕ те çапла каларĕ:
— О, Джо индеец! Эсĕ мана сăмах патăн, нихсан та...
— Çакă сирĕн çĕçĕ-и? — Çын вĕлернĕ çĕççе шериф Поттер сăмси патнех илсе пычĕ.
Хăйне çынсем ярса тытса хуллен çĕр çине лартман пулсан, Поттер ӳкнĕ пулĕччĕ. Унтан вăл çапла каларĕ:
— Мана темĕн систерсе тăчĕ: эпĕ çавăнта каялла таврăнса тупмасан... — Вăл шартах сикрĕ, шанчăка йăлтах çухатса, алăпа сулчĕ те: — Кала вĕсене, Джо, кала вĕсене, халĕ ĕнтĕ нимĕн тумалли те çук... — терĕ.
Çав намăссăр суеçĕ епле вĕлернине хăйĕнчен шухăшласа кăларса, нимĕн именмесĕр калама пуçласан, Гекльберрипе Том хăраса, тĕлĕнсе хытсах кайрĕç, куçпуçĕсене те чарсах пăрахрăç. Ачасем кашни минутрах уяр пĕлĕт çинчен Джо пуçĕ çине кĕçех аçа çапĕ тесе кĕтсе тăчĕç, турă çитересси час пулманнинчен тĕлĕнчĕç вĕсем. Каласа пĕтерсен те Джо çав-çавах чĕрĕ юлнине курсан, хăранă хушăра вĕсен тупа тунине пăрахăçласси тата айăпсăрах айăпласа хунă Поттера çăласси килсе кайрĕ. Анчах çак шухăш та часах иртсе кайрĕ, мĕншĕн тесен вĕсене çав усал Джо шуйттана сутăнни паллă пулса тăчĕ, шуйттан пек вăйлă персонăпа унăн ырлăхĕшĕн тавлашма та шикленмелле.
Тахăшĕ Поттертан: «Ма эсĕ тармарăн? Ма кунта килтĕн?» — тесе ыйтрĕ.
— Эпĕ урăхла тума пултараймарăм... Эпĕ пултараймарăм! — тесе йынăшса ячĕ Поттер. — Эпĕ аяккалла тарас тенĕччĕ, анчах урасем хăйсемех мана кунталла сĕтĕрсе килчĕç. — Вăл каллех макăрса ячĕ.
Темиçе минутран, причак çитерсе ыйтнă чухне, индеец каллех нимĕн пăшăрханмасăр-тумасăрах хăй мĕн каланине тепĕр хут каласа пачĕ. Ачасем вара, ăна çапах та пĕлĕт çинчен аçа çапманнине кура, Джо шуйттана сутăннине ĕненмеллипех ĕненчĕç. Вăл вĕсен куçĕнче тĕнчери чи усал япала пулин те, сасартăках чи ытармалла мар япала пулса тăчĕ, вĕсем тĕлĕнсе çеç пăхакан куçĕсене унăн пичĕ çинчен те илеймерĕç. Май килсен, Джо хыççăн çĕрлехи каçсенче астукаласа çӳрес тесе шут тытрĕç вĕсем хăйсен ăссĕн, унăн тискер хуçине епле те пулин пăртак курма пулмĕ-ши, терĕç.
Çын виллине аяккалла турттарса кайнă чухне Джо индеец ăна çĕр çинчен урапа çине хăпартса хума пулăшрĕ. Халăх хушшинче пурте чĕтресе илчĕç: лăп çав тапхăрта суран ăшĕнчен юн тумламĕсем [[I,564]], тесе пăшăлтатма пуçларĕç. Ăнсăртран çавăн пек телейлĕ япала пулни чăнах та кам вĕлернине кăтартса парĕ, тесе шухăшларĕç ачасем. Анчах вĕсен кĕтни пурнăçланмарĕ: мĕншĕн тесен нумайăшĕ çăвăнтах:
— Ун чухне Мефф Поттер çын виллинчен виçĕ утăмра тăратчĕ, — терĕç.
Том хăрушă япала пĕлсе тăнипе тата хăй темĕн лайăх мар тунă пек ӳкĕнсе асапланнипе çавăн хыççăн пĕр эрне хушши çĕрле йĕркеллĕ çывăраймарĕ. Пĕрре ирхине, апатланса ларнă хушăра, Сид çапла каларĕ:
— Том, эсĕ çывăрнă чухне ытла та çаврăнкаларăн, тĕлĕкре питĕ калаçса выртатăн, çывăрма та памастăн... çĕрле эпĕ çур çĕрччен те çывраймарăм, — терĕ.
Том шуралса кайса пуçне усрĕ.
— Вăл ырă паллă мар, — терĕ Полли мăнаккăшĕ. — Сан пуçунта мĕнле шухăш пур, Том?
— Нимĕн те мар! Нимĕн те мар!
Çапах та ачан алли чĕтренсе илчĕ те чашăкĕнчи кофе тăкăнса кайрĕ.
— Эсĕ темтепĕр лăпăртататăн, — терĕ татах Сид. — Сăмахран, кĕçĕр каçхине эсĕ пĕрмаях: «Юн, юн, авă мĕн вăл!» — тесе выртрăн. Çавна темĕн тĕрлĕ те каласа хăтлантăн. Унтан: «Ан асаплантарăр мана ун пек, эпĕ калатăп», — терĕн. Калатăн-и? Мĕн калатăн-ха апла?
Тома хăй умĕнче пурте шума тапратнă пек туйăнса кайрĕ. Çав тапхăрта темĕн пулма пултаратчĕ, ăна калама хĕн, анчах, телее пула, çав тапхăрта Полли мăнаккăшĕ пăшăрханнă пек пăхни иртсе кайрĕ те, вăл, хăй те пĕлмесĕрех, Тома çăлăнса тухма пулăшрĕ. Вăл çапла каларĕ:
— Ох! Çав вăл пĕтĕмĕшпех хайхи çынна тискеррĕн пусса пăрахнăран. Мана хама та вăл кашни каçах тĕлленет. Хăшпĕр чухне тĕлĕкре куратăп: вĕлерекенĕ эпĕ пек.
— Манпа та çавнашкалах пулкалать, — терĕ Мэри. Çавăн пек ăнлантарса панине Сид чăнласах йышăннă пек туйăнчĕ.
Том, лайăхрах сăлтав тупса, аяккалла шăвăнчĕ, çавăн хыççăн вара, шăл ыратать тесе, пĕр эрне хушши тенĕ пек вăл çывăрма выртас умĕн ямах шăммине тутăрпа туртса çыха-çыха лартрĕ. Вăл çакна пĕлмерĕ: Сид каçсеренех юриех çывăрмасть-мĕн, хăш-хăш чухне, Том çыхнине пушатса, вăл мĕн-мĕн каланисене чавсаланса итлесе выртать-мĕн те, вара каллех çыхнине тӳрлете-тӳрлете хурать-мĕн.
Томăн ăшчикки пăшăрханни хуллен-хулленех иртсе кайрĕ; ăна шăл ыратасси те йăлăхтарса çитерчĕ, çавăнпа вăл ăна пăрахăçа кăларчĕ. Хăй тăванĕ аташса выртнă чухне пăт-пат каласа яракан сăмахсем тăрăх Сид мĕн те пулни шухăшланă пулсан та, вăл çав шухăшсене хăйĕн çумĕнчех хăварчĕ.
Çав вăхăтра Томăн юлташĕсем çĕнĕ вăйă вĕренчĕç: кушак виллисене тĕпчесе çӳреме тапратрĕç, çав вăйă кашни хутĕнчех Тома тискер ĕç пулса иртни çинчен астутарчĕ. Сид çакна асăрхарĕ: ку таранччен Том, пур вăйăра та хăйне пирвайхи рольсем панине пит юратнă пулин те, çав вăйăра нихçан та аслă следователь пулма килĕшмерĕ. Сид çавăн пекех тата Том свидетель пуласран та пăрăна-пăрăна юлнине асăрхарĕ, ку та темĕнле тĕлĕнмелле пек туйăнчĕ ăна. Сид çакна та асăрхамасăр хăвармарĕ: çавăн пек вăйăсенчен Том, йĕрĕннипе, кăшт та пулин май килсенех пăраха-пăраха тарать. Сид çавăн пек тĕлĕнмелле япаласем пирки шутласа хăй пуçне çĕмĕрчĕ, хăй çапах нимĕн те шарламарĕ. Калас пулать, çавăн йышши вăйăсем часах модăран тухрĕç те Тома асап кăтартма пăрахрĕç.
Çавăн пек хуйхăллă вăхăтра Том кашни кунах е пĕр кун сиктерсе, май килсенех «çын вĕлернĕскер» ларнă çĕре, тĕрмен решеткеллĕ пĕчĕк чӳречи патне, пырса çӳрерĕ, çав çын валли вăл тĕрлĕрен тутлă япаласем, хăй мĕн тупма пултарнине вăрттăн иле-иле пычĕ. Тĕрме хула хĕрринче ларакан пысăках мар чул çуртра. Унта хурал таврашĕ те çук, тĕрминче ларакансем те сайра хутра çеç пулкалаççĕ. Çавăн пек пĕчĕккĕн иле-иле пырса панисем Томăн ăшчиикине самаях лăплантарчĕç.
Хулари çынсен вилĕсене вăрланăшăн Джо метиса пĕрре хĕн кăтартасси килчĕ. Вĕсем ăна, сăмалапа сĕрсе, тĕк ăшĕнче йăвалантарса, кашта çине утлантарса хуларан илсе тухасшăн çунчĕç. Анчах, пурте унран хăраса тăнăран, çав ĕçе пуçарса яма хăяканни никам та тунăнмарĕ, çавăнпа вара вăл ĕç пулмарĕ те. Хăйне икĕ хутчен тĕпченĕ чухне те метис тӳрех çапăçу тухнинчен пуçласа каласа пачĕ, малтан вилле вăрлани çинчен асăнмарĕ те, çавăнпа судра та çав ыйтăва тапратмалла мар турĕç.
12-мĕш сыпăк. Кушак аçи тата «ыратнине лăплантаракан эмел»
Томăн çĕнĕрен пăшăрханмалли пысăк япаласем тупăнчĕç: Бекки Тэчер шкула çӳреме пăрахрĕ. Çак пăшăрхану вара Томăн ăспуçне пĕрмаях асаплантарса çӳрекен шухăша аяккалла сирсе ячĕ. Том, темиçе кун хушши хăйĕн мăнкăмăлне ӳстерсе ярса, Беккине хăйĕн пуçĕнчен кăларса ывăтма хăтланчĕ, анчах кăларса ывăтаймарĕ. Вăл çĕрле Бекки пурăнакан çурт тавра çӳреме тытăнчĕ, хăйне хăй шутсăр телейсĕр тесе шутларĕ. Бекки чирлесе ӳкнĕ. Вăл вилсе кайсан? Çав шухăш Томăн кăмăлне пĕтĕмпех хуçрĕ. Вăл ĕнтĕ вăрçăла та интересленми пулчĕ, тинĕс çинче пират пулса çӳресси те ăна текех илĕртмерĕ. Пурнăç илемĕпе савăнасси йăлтах пĕтсе ларчĕ ун, пĕр хуйхă çеç тăрса юлчĕ. Вăл кăшăлпа патаксене те пăрахрĕ: вĕсемпе выляса вăл ĕлĕкхи пек киленмерĕ те. Унăн мăнаккăшĕ хăрасах кайрĕ, ăна темĕнле майсемпе те эмеллеме тапратрĕ. Вăл тĕрлĕрен патентланă эмелсене тата çĕнĕрен шухăшласа кăларнă эмеллемелли майсене шутсăр юратакан çынсен шутне кĕчĕ. Ывăнма та пĕлмесĕр вăл темĕн тĕрлĕ медицина опычĕсем те туса хăтланчĕ. Çав тĕлĕшрен мĕнле те пулин çĕнĕ япала тухсанах, вăл çав çĕнĕ япалапа та усă курса пăхасшăн çунчĕ, — вăл хăйне мар, унăн алли айне малтан кам тĕл пулнă, çавна эмеллесе хăтланчĕ, хăй вăл нихçан та чирлемерĕ.
Вăл вăхăтра шывпа сыватасси модăна кĕрсе пычĕ. Том хуйхăллă çӳрени вара сыватса хăтланмашкăн лăпах тĕлне килсе тухрĕ. Мăнаккăшĕ ăна тул çутăла пуçласанах вырăн çинчен тăратса вутă сарайне илсе кайма, унта сивĕ шывпа сапса, алшăллипе сăтăрма татратрĕ. Унтан вăл ăна, йĕпе простыньпе чĕркесе, тарлаттармашкăн утиялсемпе вите-вите лартрĕ, мĕскĕн ача вара, хăй калашле, «унăн чунĕ çинчи сарă тумхахсем пурте шăтăксем витĕр тулалла тухичченех» тарласа выртрĕ.
Çапах та ача шуралса, начарланса çеç пычĕ, унăн сăнĕ те питĕ мĕскĕннĕн курăнчĕ. Ĕлĕкхи майлă сыватса хăтланни çумне мăнаккăшĕ тата вĕри ваннăсем, лармалли ваннăсемпе душ айĕнчи ваннăсем хушрĕ, ăна ирĕксĕрех шыв ăшне чăмтарчĕ. Ача çапах ха, вилĕсене турттарса каймалли урапа пекех, салхуллă. Тома пулăшас тесе, мăнаккăшĕ ăна шĕвĕ сĕлĕ пăтти çитерме тапратрĕ, ун çине çăпансене шăтармалли пластырьсем çыпăçтарса пĕтерчĕ. Унсăр пуçне тата, вăл кашни кунах ăна темĕн тĕрлĕ шарлаттанла имçамсем ĕçтерчĕ.
Хуллен-хулленех Том хăйне асап кăтартнисене пурне те нимĕн вырăнне те хуми пулчĕ. Çакă карчăка пите хăратрĕ.
Том çавнашкал ниме те туйман пек пулнинчен ăна епле те пулин хăтармалла. Çав вăхăтра мăнаккăшĕ çĕнĕ эмел, «ыратнине лăплантаракан эмел», пурри çинчен илтрĕ, çавăнтах вăл çав эмеле шутсăр нумай çырăнса илчĕ. Ăна тутанса пăхрĕ те хĕпĕртесех кайрĕ: ку вара шĕвеклетнĕ вутпа пĕрех. Вăл шывпа сыватассине пăрахрĕ, пур эмел таврашĕсене те пăрахăçларĕ, çĕнĕ эмеле çеç шанса тăма пуçларĕ. Тома тулли чей кашăкĕ эмел пачĕ те хăй, шалтах хытса кайса, мĕн пулассине кĕтме пуçларĕ. Вăл пăшăрханасси-тăвасси пĕр самантрах иртрĕ, чунĕ те лăпланчĕ, мĕншĕн тесен Томшăн пурте пĕрех пулни çавăнтах иртсе кайрĕ. Ачана кăвар çине лартнă пулсан та, кунтан ытларах çивĕч те чĕрĕ пулаймастчĕ пуль.
Том чăнах та вăранма вăхăт çитнине туйса илчĕ. Кун пек пурнăç унăн салху кăмăлне çырлахтарчĕ пулсан та, савнăç сахалтарах унта. Том çав инкекрен хăтăлмашкăн тĕрлĕрен майсем шухăшласа кăларма тытăнчĕ, юлашкинчен вăл: «Ыратнине лăплантаракан эмеле» питех юратса пăрахнă пек пулам», — тесе шут тытрĕ. Вăл хăйне час-часах эмел пама ыйтма пуçларĕ, çавăнпа мăнаккăшне йăлăхтарсах çитерчĕ. «Эмелне хăçан ĕçес килет, ăна хăвах илсе ĕç, манăн çума ан çыпçăн», — терĕ юлашкинчен мăнаккăшĕ. Сид пулнă пулсан, мăнаккăшĕн чăн савăнăçĕ çумне нимĕнле пăшăрхану та хутшăнас çукчĕ. Анчах кунта ĕç Тома пырса тивет, çавăнпа та мăнаккăшĕ кĕленчене вăрттăн асăрхаса тăма пуçларĕ. Эмеле, чăнах та, катăлса пычĕ.
Анчах Том хăйне мар, хăнасем йышăнмалли пӳлĕмри урай шăтăкне эмеллени çинчен мăнаккăшĕ шухăшламарĕ те.
Пĕрре, Том эмеле çав шăтăкалла тăкнă чухне, ун патне мăнаккăшĕн сарă кушак аçийĕ пырса тăчĕ те мăрлатма тытăнчĕ, чей кашăкки çине хытă пăхса ларса, хăйне тутантарса пăхтарма ыйтрĕ.
— Ой, Питер, вăл сана кирлĕ мар пулсан, ан та ыйт.
Анчах Питерĕ вăл эмел ăна кирлĕ тесе систерчĕ.
— Асту, ан йăнăш, ан ыйт... Ӳкĕнĕн кайран...
Питерĕ кунта кимĕнле йăнăш та çук тесе шантарсах каларĕ.
— Çавăн пекех ыйтатăн пулсан, паратăп, эпĕ ĕмĕтсĕрскер мар, анчах асту: килĕшмесен хăвна ху ӳпкеле.
Питер çав условисемпе килĕшрĕ. Том унăн çăварне уçрĕ те унта «ыратнине лăплантаракан эмеле» пĕр кашăк ячĕ. Питер çӳлелле икĕ ярд сиксе илчĕ, унтан çапăçма хатĕрленнĕ пек çухăрса ячĕ те пӳлĕм тăрăх ункăн-ункăн çаврăнма тапратрĕ, сĕтел-пукансем çумне çите-çите çапăнчĕ, чечексем лартнă чӳлмексене тӳнтере-тӳнтере ярса, пӳлĕмре йăлтах архатса çӳрерĕ. Унтан вăл кайри урисем çине тăчĕ те, питех савăннипе пуçне каçăртса, мăнкăмăллăн каллĕ-маллĕ утса çӳреме тапратрĕ, хăй никам чарма çук савăнса ӳкни çинчен пĕтĕм çурчĕпе илтĕнмелле çухăрчĕ. Унтан каллех, хăй çулĕ çинче мĕн тĕл пулнине тустарса ватса, пӳлем тăрăх вĕçтерсе çӳреме тытăнчĕ. Вăл, темиçе хутчен йĕкĕр [[I,565]] туса илсе, хăйĕн юлашки номерне туса кăтартрĕ, вара ытти чечек чӳлмекĕсене пурне те хăйĕн хыççăн ӳкерсе, уçă чӳрече витĕр тухса тарчĕ. Полли мăнанкăшĕ лăпах çак тапхăрта пӳлĕме пырса кĕчĕ. Ватă леди куçлăх çийĕле пăхса тĕлĕнсе хытсах кайрĕ, Томĕ вара кулнине тӳсеймесĕр урайĕнче йăваланчĕ.
— Мĕн пулнă пирĕн кушак аçине?
— Эпĕ пĕлместĕп, мăнакка, — тесе аран çеç каларĕ Том.
— Ĕмĕрне те ун пеккине курман. Мĕн пирки вăл ун пек хăтланать?
— Чăнах та, пĕлместĕп, Полли мăнакка. Кушаксем питĕ телейлĕ чухне яланах пуç урлă чикеленсе çӳреççĕ.
— Апла-и?
Мăнаккăшĕн сассинче темĕн сисĕнчĕ, çавăнпа Том сыхланарах тăчĕ.
— Ара, мăнакка. Эпĕ çавăн пек шухăшлатăп.
— Эсĕ шухăшлатăн.
— Ара, мăнакка?
Карчăк пĕкерĕлчĕ. Том интересленсе тата пăшăрханса вăл мĕн тунине сăнарĕ. Анчах вăл мĕн тума шутланине Том ытла та кайран çеç чухласа илчĕ. Кравать çумĕнчи кармалли айĕнчен айăпа кăтартакан япала — чей кашăкĕ курăнса тăрать. Полли мăнаккăшĕ ăна туртса кăларчĕ те Томăн пуçĕ тĕлĕнче силлесе кăтартрĕ. Том пуçне пĕксе калла чакрĕ. Полли мăнаккăшĕ ăна яланхи пек авринчен — хăлхинчен тытса урайĕнчен тăратрĕ те пуçĕнчен пӳрнескепе хытă шаккарĕ.
— Ну, сэр, ăнлантарса парăр-ха, мĕншĕн эсĕр сăмахлама пултарайман чĕрчуна çав тери асаплантаратăр?
— Эпĕ ăна хĕрхенсе эмел патăм, мĕншĕн тесен унăн мăнаккăшĕ те çук.
— Мăнаккăшĕ те çук?! Мĕн лăпăртатăн эсĕ, айван?
— Мăнаккăшĕ пулнă пулсан, вăл унăн пĕтĕм ăшчиккине пĕçертсе яратчĕ, унăн пĕтĕм пыршине нимĕн хĕрхенмесĕр çунтарса яратчĕ... Арçын ача мар, кушак аçи пулнине те пăхас çукчĕ.
Полли мăнаккăшĕ сасартăк аванмарланса кайрĕ. Хăй эмеллесе хăтланни ăна çĕнĕлле майлă курăна пуçларĕ: кушак аçине усал туни ачана та усал тунă пек пулма пултарнă. Чĕри çемçелме пуçларĕ те, вăл вăтанса кайрĕ, куççулĕ те тухрĕ ун.
Том пуçĕ çине аллине хурса, вăл çемçен çапла каларĕ:
— Эпĕ санах усă тăвас тесе тăрăшрăм вĕт, Том? Том, саншăн усăллă пулчĕ вĕт? — терĕ.
Том нимĕн кулмасăр-тумасăр ăна питĕнчен тĕллесе пăхрĕ. Унăн тути кĕтессисем анчах кăшт кăна палăрмалла кулнипе чĕтрекелерĕç.
— Эпĕ пĕлетĕп, мăнакка, эсир мана ырă суннă, эпĕ те Питера ырă сунтăм. Вăл уншăн усăллă пулчĕ. Вăл çав тери маттур ташланине эпĕ нихçан та курманччĕ...
— Çите, çитĕ, Том, мана татах ан хурлантар. Хăвна ху лайăхрах тыткала, ăслă ача пул... Урăх санăн эмел таврашĕ ĕçмелле пулмĕ.
Том уроксем пуçланичченех шкула çитрĕ. Çавăн пек тĕлĕнмелле япаласем юлашки вăхăтра кашни кунах пулса пынине пурте асăрхарĕç. Паян та юлташĕсемпе выляс вырăнне вăл шкул картишĕнче, хапха патĕнче çаврăнкаласа çӳрерĕ. «Эпĕ сывмартарах-ха», — терĕ вăл выляма чĕнекенсене хирĕç. Сăн-сăпачĕ унăн, чăнах та, питĕ чирлĕ курăнать. Вăл ăçта килнĕ унталла пăхкаланă пек пулчĕ, хăй пермай çула тинкерчĕ. Инçетре Джефф Тэчер килни курăнсанах, Том пичĕ йăл çуталса кайрĕ, анчах тепĕр минутранах унăн сăнĕ-пичĕ каллех салхуланчĕ. Джефф хапхаран пырса кĕрсен, Том ун патне чупса пычĕ, ăна пур майпа та йăмăкĕ çинчен сăмахлаттарма тăрăшрĕ, анчах лешĕ, тăмсайтарах пулнăран, сăмах тĕртнисене чухлаймарĕ. Том пĕрмай кĕтрĕ те кĕтрĕ, инçетре çутă кĕпе курăнса кайсанах хĕпĕртенипе тăрăс-тăрăс сикме те хатĕр пулчĕ, çывăхарах çитсен, çавăн пек кĕпе тăхăннă хĕрачана вăл Бекки пулманшăн пĕтĕм чунтан-вартан кураймарĕ. Юлашкинчен херача кĕписем курăнма пăрахрĕç, Том вара пуçĕпех хуйха ӳкрĕ. Хуйхăрса та шухăша кайса, вăл пушă класа кĕчĕ те асап тӳсмешкĕн хăй вырăнне кайса ларчĕ. Çав вăхăтра хапха патĕнче татах тепĕр хĕрача кĕпи вĕлт курăнса кайрĕ, Томăн чĕри картах турĕ. Пĕр самантрах вăл картишнелле чупса тухрĕ те индеец пек, урнă манерлĕ хăтланма тапратрĕ: кăшкăрашрĕ, ахăлтатса кулчĕ, арçын ачасем хыççăн хăваласа çӳрерĕ, шикленмелле хăрушшăн хӳме урлă тапа-тапа сикрĕ, пуçхĕрлĕ утса çӳрерĕ, — пĕр сăмахпа каласан, тĕрлĕрен паттăрла ĕçсем туса хăтланчĕ, хăй пĕрмаях Бекки еннелле пăхкаларĕ — вăл пăхать-ши, пăхмасть-ши тесе шухăшларĕ. Анчах Бекки ăна асăрхамарĕ пулмалла, вăл ун еннелле пăхмарĕ те. Нивушлĕ вăл Тома курмасть? Том ун çывăхне пычĕ те хăйĕн паттăрла ĕçĕсене ун патĕнче тума тапратрĕ. Сатуррăн кăшкăрса, вăл йĕри-тавра чупкаларĕ, пĕр юлташĕ çинчен карттусне хывса илчĕ те шкул тăрри çинелле ывăтса ячĕ, арçын ача ушкăнĕ хушшине пырса кĕрсе, вĕсене ăçталла килчĕ, çавăнталла салатса ячĕ. Бекки умнех çĕр çине тăсăлса ӳкре те ăна кăшт çеç ӳкермерĕ. Бекки аяккалла çаврăнчĕ, сăмсипе каçăртрĕ те çапла каларĕ:
— Пф! Хăшпĕр çынсем хăйсене хăйсем шутсăр вăр-вар çаврăнакансем тесе шутлаççĕ-çке... Яланах вара мухтанса çӳреççĕ...
Томăн, çакна илтсен, питçăмартийĕ хĕп-хĕрлех пулса кайрĕ. Вăл çĕр çинчен тăчĕ те, хуйхăллăскер тата хăйне таптаса лапчăтнă пек пулнăскер, аяккалла утрĕ.
13-мĕш сыпăк. Пиратсен шайкки парăссем карать
Том хăйĕн ăшĕнче каллĕ-маллĕ улăштармалла мар çиреп шут тытрĕ. Чунĕнче шанăçсăрлăх йăва çавăрчĕ. «Мана пурте пăрахрĕç, эпĕ пĕчченех, тĕнчере никам та мана юратакан çук», — терĕ вăл хăйне хăй. Кайран çынсем ăна мĕн тарана çитернине пĕлсен, тен, ӳкĕнĕç те, ăна хĕрхенĕç те. Вăл ырă кăмăллă, лайăх ача пуласшăн тăрăшнăччĕ, анчах вĕсем пулăшасшăн пулмарĕç. Вĕсен унтан хăтăласах килет пулсан, мĕн вара. Вăл пăрахать те каять, вĕсем вара мĕн вăрçас килнĕ таран вăрçчăрах ăна. Вăрçчăр ĕнтĕ. Пурте пăрахнă пĕччен ача ӳпкелеме пултарать-и вара? Ия, çынсем ăна ирĕксĕрех ирсĕр ĕçсем тăвас çул çине тухса тăмалла турĕç. Унăн хăйне валли урăххине суйласа илмелли çук.
Вăл ĕнтĕ Çаран тăкăрлăкĕ патне çитрĕ, ачасене класа кĕме чĕнекен шкул чанĕн сасси аран çеç илтĕнчĕ ăна. Çав питĕ лайăх паллакан сасса урăх нихçан та, нихçан та илтес çук ĕнтĕ тесе шухăшласа, Том ĕсĕклесе макăрса илчĕ. Çакăнпа килĕшме питĕ хĕн. Анчах мĕн тăвас-ха? Вăл урăхла тума пултараймасть. Ăна тĕртсе яраççĕ, аплипех пăрахса хăвараççĕ пулсан, парăнас пулать ĕнтĕ, анчах вăл вĕсене каçарать.
Çапла вăл час-часах тата хытăрах ĕсĕклеме тытăнчĕ.
Лăп çак тапхăрта вăл хăйĕн чи лайăх юлташне Джо Гарпера тĕлех пулчĕ. Лешĕн те сăн-сăпаче салхуллă, вăл та чунĕ ыратнипе пысăк шухăш тытни паллă. Иккĕленмелли те çук, вĕсем иккĕшĕ те «пĕр шухăшлă икĕ пĕрешкел чун». Том, хыттăн ĕсĕклесе, куçĕсене çаннипе шăла-шăла, хăй килтен тухса кайма шут тытни çинчен, килте хăйне çав тери хĕсни, ăна унта никам та хĕрхенменни çинчен каласа кăтартрĕ, — тухса каятăп та нихçан та таврăнмастăп, терĕ. «Джо, эсĕ мана манас çук пулĕ тесе ĕмĕтленсе тăратăн», — хушса хучĕ вăл юлашкинчен.
Анчах кунта Джо хăй те Томран çавăн çинченех ыйтасшăн пулни, çавна калас тесе вăл Тома тахçантанпах шырани палăрса кайрĕ. Джона амăшĕ хăйма çисе янăшăн хертсе пĕтернĕ. Джо хăймине тутанса та пăхман, куçпа та курман. Паллах, ĕнтĕ вăл амăшне йăлăхтарса çитернĕ пулĕ çав, амăшĕ ăна хăй патĕнчен уйрăлса кайтăр, тет улĕ. Апла пулсан, унăн амăшĕ ĕмĕтленнине тумалли çеç юлать; Джо ĕнтĕ амăшĕ телейлĕ пулĕ тесе шанса тăрать, хăйĕн мĕскĕн ачине нимĕн хĕрхенӳсĕр сивĕ тĕнчене, хĕн-хур курса пурăнса вилмелли çĕре кăларса янăшăн вăл нихçан та ӳкĕнмĕ, тесе шанса тăрать.
Çапла ĕнте хĕн-хур куракан икĕ ача, хăйсен хуйхисем çинчен пĕр-пĕрне каласа кăтартса, юнашар утса пычĕç. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн тăвансем пекех хытă тăрар, хамăра асап курса пурăнассинчен хăтаричченех пĕр-перйнчен нихçан та уйрăлмăпăр тесе каварлашрĕç. Унтан вĕсем харпăр хăй мĕн тума шутланисем çинчен каласа кăтартма пуçларĕç. Джо çынсенчен аякри çер шăтăкне пĕчченех кайса типĕ çăкăр хыттисемпе тăранса пурăнас, вара асап курса, тӳссе шăнса вилес, терĕ. Анчах Том мĕн каланине илтсен, вăл унпа килĕшрĕ: ирсĕр ĕçсем туса пурăнасси тата лайăхрах та усăллăрах, терĕ, çавăнпа вара вăл та пират пулма шут тытрĕ.
Санкт-Петербургран виçĕ мильре, Миссиссиппи шывĕ пĕр миля сарлакăш ытла пулнă çĕрте, пĕр вăрăм та ансăр вăрманлă утрав пур. Вăл утравăн ту енĕ патĕнче хăйăрлă ăшăх вырăн пур, кунта вăрă-хурахсене пытанса курăнмашкăн питех те аван. Утравĕ сĕм-çăра вăрман ӳссе ларнă леш енчи çыран патнеллерех выртать, унта пĕр çын таврашĕ те çук. Шухăшлакаласа пăхсан, хайхи геройсем Джексон утравĕнче хăйсен резиденцийĕ тăвас тесе шут тытрĕç. Хăйсен кам çине пиратла тапăнса çӳрессисем çинчен вĕсем шухăшламарĕç те. Унтан вĕсем Гекльберри Финна шыраса тупрĕç те, вăл хавассăнах вĕсем çумне çыпăçрĕ. Гекшăн пулсан, хăй валли кирек мĕнле карьера суйласан та пурпĕрех. Хăйсем пĕр-пĕринпе ăçта тĕл пуласси çинчен каварлашса, вĕсем уйрăлса утрĕç, — вĕсем хăйсем юратнă сехетре, урăхла каласан, çур çĕрте, хуларан икĕ миля тăварахра, шыв хĕрринче, çын çук çĕрте пĕрле тĕл пулас, терĕç. Çав тĕлте пĕренерен тунă пĕчĕкрех сулă тăнă, вĕсем çав сулла вăрлама шут тытрĕç. Кашниех хăйпе пĕрле вăлтасемле çекĕлсем, тата, вăрлама пултарсан, çимелли япаласем те илмелле тесе кавар турĕç. Çав япаласене вара май килнĕ таран тискертереххĕн тата çынсене тĕлĕнтермеллерех вăрламалла. Кăнтăрла çитиччен вĕсем кашниех ачасем хушшинче «хулара ак часах тем илтĕнĕ» тесе сăмах сарма ĕлкĕрчĕç. Çавăн пек систернĕ ачасене пурне те вĕсем «чĕлхесене çыртса çӳреме, мĕн пулассине кĕтме» хушрĕç.
Çур çĕр тĕлĕнче Том типĕтнĕ какай тата урăх çимĕç те йăтса хайхи вырăна çитрĕ. Çимĕçне вăл çавăнти чăнкă чул сăрт çинчи чăтлăх ăшне кĕртсе хуче. Хăватлă юханшыв çывăрса кайнă океан пекех тӳлек. Том хăлхисене тăратсах итлерĕ, — пĕр сас-чĕв те пулмарĕ. Вара вăл вăрăммăн та хуллентерех шăхăрса ячĕ. Чул сăрт патĕнче аялта ăна хирĕç шăхăрни илтĕнчĕ. Том тата икĕ хутчен шăхăрчĕ, ăна хирĕç каллех аялтан шăхăрса хуравларĕç. Унтан такам, сассине улăштарса: «Кам килет?» — тесе ыйтрĕ.
— Том Сойер, Испани тинĕсĕ çинчи Тискер этем. Хăвăрăн ятăрсене калăр.
— Гек Финн — Юнлă алă — тата Джо Гарпер — Тинĕсем çинчи Аслати.
Çав ятсене Том хăй юратнă романсенчен илнĕ.
— Юрĕ. Пароль калăр!
Çĕрлехи шăплăхра икĕ урмăш сасă харăсах пĕр хăруша сăмах каласа ячĕç:
— «Юн!»
Том чул сăрт çинчен хăйĕн типĕтнĕ какайне аялалла ывăтрĕ, ун хыççăн хăй те шуса анчĕ, шуса аннă чухне тумтирне те, ӳт-тирне те чĕркелесе пĕтерчĕ.
Чул сăрт çинчен шыв хĕрринелле анмашкăн аван сукмаках пулнă, çав сукмак çинче нимрен шикленмелли те пулман, — пиратсем шикленмелли пуррине питĕ юратаççĕ-çке.
Тинĕссем çинчи Аслати питĕ пысăк сысна аш татăкки тупса килнĕ, ăна вăл аран çеç йăтса çитернĕ. Финн — Юнлă алă — таçтан пĕр пĕчĕк хуран тата пĕр пачка çурри нӳрĕ табак çулçисем, чĕлĕм вырăнне тыткаламашкăн виç-тăват маис туни пĕçертсе килнĕ. Хăйсĕр пуçне пиратсенчен пĕри те табак туртман, чăмламан пулсан та, вăл çаксене илсе пынă.
Испани тинĕсĕ çинчи Тискер этем: «Вутсăр-мĕнсĕр çула тухса каясси çинчен шухăшламалли те çук», — тенĕ. Çав питех те тĕплĕ шухăш пулчĕ: вăл вăхăтсенче çынсем шăрпăкпа сахал усă курнă.
Ачасем хăйсем патĕнчен пĕр-икĕ çĕр утăм тăвалларах пысăк сулă çинче вут йăсăрланса çуннине курах кайрĕç. Вĕсем ун патне йăпшăнса пычĕç те вутпуççи вăрласа тарчĕç. Çавна вăрланă чухне вĕсем темĕнле те хăтланчĕç: кашни минутрах пĕр-пĕрне шăп пулма чĕнсе пӳрнисене тутисем патне тытрĕç, çук кинжал аврисене аллисемпе яра-яра илчĕç, хаяррăн пăшăлтатса пĕр-пĕрне çапла хушса тăчĕç: «Тăшман тапрансанах, ăна çĕçĕпе аври таранах яшт чикмелле, мĕншĕн тесен вилĕ çын каласа кăтартаймасть», — терĕç. Сулăпа юхакан çынĕсем хулана кайни çинчен, вĕсем унта е çывăраççĕ-и, е ĕçсе çӳреççĕ-и, — çакна вĕсем аванах пĕлсе тăчĕç, анчах çапах та вĕсен хăйсене вăрă-хурахсем пекех тытмалла пулчĕ. Унтан вĕсем çула тухса кайрĕç. Томĕ приказсем парса тăчĕ. Гек хыçалта кĕсменпе ишсе пычĕ, Джо — малта, Том, карап варри тĕлĕнче çилленнĕ пек çамкине пĕрсе, аллисене кăкăрĕ çинче хĕреслесе тытса, сивĕ сасăпа шăппăн команда парса тăчĕ.
— Тăвалла, çиле хирĕç тытăр!.. Çил майлă!
— Халех, сэр!
— Тӳрĕ тыт, тӳрĕ!
— Халех, сэр!
— Парăссене яр!
— Халех, сэр!
Сулли пĕр тикĕс те лăлкăн шыв варринелле юхса пычĕ, Том приказсене пурне те ятне тума çеç пачĕ, вĕсем ниме те кирлĕ пулман, ниме те пĕлтермен.
— Мĕнле парăссемпе пырать карап?!
— Аялти парăссемпе, марсĕлсемпе тата бом-кливĕрсемпе, сэр!
— Бом-бромсĕлсене хăпартăр! Хăвăрт! Ултă маттурĕ фор-тень-стаксĕлсем çине хăпарччăр! Çаврăнкала!
— Халех, сэр!
— Грот-бромсĕлне яр, сарлакараххăн! Шкотсемпе брассене! Хăвăртрах! Хăвăртрах!
— Халех, сэр!
— Рульне çил майлă тыт! Сулахай аяккинчен! Тăшмана хирĕç тăма хатĕр пул! Рульне сулахаялла! Ну, маттурсем! Харăсрах тытăпăр! Çак хăвăртлăхпах!
— Халех, сэр!
Сулă шыв варри тĕлĕнчен иртрĕ, ачасем ăна, кĕсменпе авăсма пăрахса, шыв юхнă майĕне ячĕç. Юханшыв ăшăхланнă, çавăнпа вăл сехет хушшинче икĕ е виçĕ миля хăвăртлăхпа кăна юхать. Ачасем пĕр хĕрĕх минут хушши нимĕн шарламасăр ишрĕç. Çав вăхăтра вĕсем хăйсен хули тĕлĕпе иртсе пычĕç, анчах хули вĕсенчен çав тери инçетре. Хула канлĕ ыйхăра. Тĕтреллĕн курăнакан анлă шыв талккăшĕ çине симĕс тĕслĕрех çăлтăр çутисем ӳкнĕ, çав шыв талккăшĕ тĕлĕнче çӳлтерехре пĕр ик-виç хăй çути йăлтăртатни тăрăх çеç хула ăçта ларнине пĕлме пулать. Хулара çывăракан çынсем çак тапхăрта мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса иртни çинчен, паллах, шухăшламаççĕ та. Испани тинесĕ çинчи Тискер этем халĕ те сулă варринчех тăрать-ха, вăл хăй ĕлĕк çав тери савăнăç курнă тата çав тери асап тӳснĕ çĕрелле «юлашки хут» пăхса пырать. Ах, хайхи хĕрача ăна çак минутра куртăрччĕ! Вăл тăвăллă тинĕс çийĕпе, вилĕме хирĕç салхуллăн кулса, епле нимĕн хăрамасăр пăхса пынине хĕрача куртăрччĕ. Хăйĕн шухăшĕсен вылявне вăл вăйлатса ячĕ те, Джексон утравĕ вара калама та çук инçетелле кайса ларчĕ. Том «хăйĕн Тăван çĕршывĕ çине пĕтĕм чĕререн хуйхăрса, çав вăхăтрах тата савăнса юлашки хут пăхса илчĕ». Ытти пирачĕсем те, хăйсен Тăван çĕршывĕнчи вырăнсене юлашки хут пăхса, сывпуллашса уйрăлчĕç. Çавăнпа вĕсем чутах утрав тĕлĕнчен иртсе каятчĕç. Анчах вĕсем хăрушлăха вăхăтра сисрĕç те лайăхрах пăхса пыма пуçларĕç. Çĕрле, икĕ сехет çитеспе, сулă хăйăрлă ăшă вырăна, ачасем вырнаçма шутланă çĕртен пĕр икçĕр утăм аяккарах, пырса чарăнчĕ. Ачасем вара хăйсен япалисене çав çĕрелле йăтма тапратрĕç, мĕнпур япалине йăтса пĕтериччен вĕсем нумайччен чĕркуççи таран шыв тăрăх каллĕ-маллĕ утрĕç. Вĕсем сулă çинчен кимĕ парăс илсе тухрĕç те çимелли япаласене хӳтĕлемешкĕн ăна тĕмсем хушшине палатка евĕрлĕ карса лартрĕç, хăйсем çанталăк уяр чухне уçă çĕртех çывăрма пултараççĕ, вăрă-хурах таврашсен çавăн пек çывăрса пурăнмалла та. Вĕсем салхуллă вăрман ăшĕнче шалта — вăрман хĕрринчен пĕр çирĕм-вăтăр утăмра — кăвайт хучĕç, хайсем валли каçхи апатлăх çатма çинче пăртак сысна ашĕ ăшаларĕç те кукуруза пашалăвĕсене çуррине яхăнах çисе ячĕç. Ах, çакăн пек уçă çĕрте, никам йĕрлесе çӳремест, никам пурăнман утравра, этем кил-çурчĕсенчен ăçта инçетре, никам пырса тивмен вăрманта хăналанса ларасси — шутсăр та пысăк телей! Вĕсем цивилизациллĕ пурнăç патне нихçан та таврăнас çук. Вут çути вĕсен санĕ-пичĕсене çутатса тăчĕ, хулăн йывăç вуллисемпе йăлтартатакан симĕс курăк çине тата виноград çулçисем çине хĕрлĕрех тĕслĕ çута ӳкрĕ. Юлашки сысна аш татăкĕсене тата юлашки кукуруза пашалу касăкĕсене çисе ярсан, ачасем, пĕтĕм кăмăлтан савăнса, курăк çине тăсăлса выртрĕç. Вут çумĕнне ытла та ăшă. Вĕсем сулхăнрах вырăн та тупма пултарнă пулĕччĕç, анчах ачасемшĕн вăрманта кăвайт çумĕнче выртасси — ытла та ытармалла мар.
— Аван мар-и вара? — терĕ Джо.
— Питех те аван! — терĕ ăна хирĕç Том.
— Ытти арçын ачасем, пире курас пулсан, мĕн калĕччĕç-ши?
— Мĕн калĕччĕç? Вĕсем иире кĕвĕçнипе вилсех кайĕччĕç. Чăнах вĕт, Гек?
— Вăл çаплах ĕнтĕ! — терĕ Гекльберри. — Ыттисем темле, ăна пĕлместеп, маншăн пулсан, пит аван. Унтан лайăххи мана кирлĕ те мар. Куллен хырăма тăраниччен чышса тултараймастăн-çке, çитменнине тата, кунта никам та килсе сана нимĕн айăпсăрах ĕнсерен те парас çук. Усал сăмахсемпе те ятлаçса тăкас çук.
— Çакăн пек пурнăç лăпах манăн кăмăла каять, — терĕ Том. — Ирхине ирех тăмалла мар, çав пур пустуй япаласене те тумалла мар... Куратăн-и, Джо, пират çыран хĕрринче пурăннă чухне унăн пурнăçĕ пĕччен пурăнакан манах пурнăçĕнчен те лайăхрах: нимĕнле ĕç те çук, аллусене хутлатса лармалла çеç. Пĕччен пурăнакан манахăн яланах турра кĕлтумалла, пăртак ачашланкалас тесен те, ăна апла хăтланма юрамасть. Вăл тата пат-пĕччетех, нимĕнле компанисĕр пурăнать.
— Вăл тĕрĕс, — терĕ Джо. — Ĕлĕк эпĕ те ун çинчен шухăшламанччĕ, халĕ ĕнтĕ эпĕ пират пулса тăрсан, вăрă-хурах пулса çӳрени савăкраххине хамах куратăп.
— Куратăн-и, — тесе тăнлантарма пуçларĕ ăна Том. — Халĕ пĕччен пурăнакан манахсене ĕлĕкхи пек питех хисеплемеççĕ, пирата çынсем яланах хытă хисеплесе пурăнаççĕ. Пĕччен пурăнакан манахсен çĕтĕк-çатăк хытă тумтир тăхăнса çӳремелле, пуç çине кĕл сапмалла, хытă чулсем çинче çывăрса пурăнмалла, çумăр айĕнче тăрса шӳмелле тата...
— Ма вĕсем пуç çине кĕл сапаççĕ-ха? — тесе ыйтре Гек, Тома калама чарса тата ма хытă тумтир тăхăнса çӳреççĕ вĕсем?
— Пĕлместĕп... Йăли ĕнтĕ çавнашкал пулĕ. Эсĕ пĕччен пурăнакан манах пулсан, санăн, хăвăн кăмăлу пур-и, çук-и, çав япаласене пурне те тумаллах пулать.
— Эпĕ пулсан, ăна тăвас çукчĕ! — терĕ Гек.
— Мĕн тăвăттăн вара эсĕ?
— Пĕлместĕп. Манăн апла тăвас килмест, теттĕм те — Ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Çук, Гек, сана вĕсем итлес те çук. Йĕрки çавăн тек. Епле иртĕттĕн эсĕ унтан?
— Эпĕ пăрахăттăм та тарăттăм, çавă çеç.
— Вара пĕччен пурăнакан манах мар, тăмсай пулăттăн. Ĕмĕрлĕхех намăс курăттăн.
Юнлă алă хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, мĕншĕн тесен çав вăхăтра вăл пĕрмай урăх ĕçсемпе аппаланса ларчĕ. Хăмăш пек маис тунине тасатса кăларса, ун çумне темĕнле сарлака курăк туни майлаштарса лартрĕ, ун ăшне вара табак çулçисем тултарчĕ те кăвар илсе хăмăш туни патне тытрĕ.
Тутлă шăршлă тĕтĕм кăларса ярсан, вăл хăйн шутсăр телейлĕ туйрĕ. Ытти пирачĕсем, ун çине пăхса, ăна темĕн пекех кĕвĕçрĕç, питех те ырă туйăнакан лайăх мар япалана май килнĕ таран часрах вĕренсе çитес тесе шут тытрĕç вĕсем хăйсен ăссĕн. Гек каллех Томран:
— Пиратсем вĕсем мăн тăваççĕ-ха? — тесе ыйтрĕ.
— О! Вĕсем питĕ савăнса пурăнаççĕ: карапсене тыткăна илеççĕ те çунтарса яраççĕ, ылтăнне хăйсем валли илеççĕ те ăна хăйсен утравĕнче, пĕр-пĕр хăрушă вырăна, тăпра ăшне алтса чикеççĕ, вĕсене вара усалсем тата ытти усал-тĕселсем те сыхласа тăраççĕ. Матросĕсемпе пассажирĕсене вĕлереççĕ те борт хыçнелле кăларса ывăтаççĕ.
— Хĕрарăмсене вĕсем утрава, хăйсем патне, илсе каяççĕ, — тесе хушса каларĕ Джо, — хĕрарăмсене вĕсем вĕлермеççĕ.
— Ия, — терĕ Том, ун майлă пулса, — хĕрарамсене вĕсем вĕлермеççĕ. Вĕсем ытла та ырă çынсем. Тата хĕрарăмĕсем те питĕ чиперскерсем.
— Вĕсен тумтирĕсем мĕнле капăр — пĕтĕмпех ылтăн та кĕмĕл тата бриллиантсем тытса пĕтернĕ! — тесе питĕ хавассăн хушса каларĕ Джо.
— Камăн тумтирĕ? — терĕ Гек.
— Пиратсен.
Гек Финн нимĕнле ĕмĕт те çуккине палăртакан куçпа хăйĕн тумтирĕ çине пăхса илчĕ.
— Манăн çипуç пиратсенни пек мар, — терĕ вăл питĕ хуйхăрса, — ах, манăн тумтирĕ те çак анчах-çке...
«Санăн хитре тумтир кĕтсе илесси нумаях юлман», — тесе йăпатрĕç ăна тусĕсем. Вĕсем тапăнса çӳреме пуçласанах, вĕсен ылтăн та, тумтир таврашĕ те — пурте пулать. Пуян вăрă-хурахсем кирлĕ пек тумтирне малтанах хатĕрлеççĕ пулсан та, халлĕхе ĕнтĕ Гекăн çĕтĕк-çатăкĕсем те юраççĕ.
Хуллен-хулленех сăмах-юмах вĕçленчĕ: пĕчек таркăнсен куçĕсем хупăнма пуçларĕç, вĕсене ыйхă пусса пычĕ. Юнлă алă пӳрнисем хушшинчен чĕлĕмĕ тухса ӳкрĕ, вăл ывăнса çитре те таса çын пек çывăрса кайрĕ. Тинĕссем çинчи Аслатипе Испани тинĕсĕ çинчи Тискер этем çеç часах çывăрса каяймарĕç. Çывăрма выртас умĕнхи кĕлле вĕсем вăрттăн, выртнă çĕртех вуларĕç, мĕншĕн тесен вĕсене чĕркуççи çине тăратса хыттăн вулаттаракан никам та пулмарĕ. Тӳррипе каласан, вĕсем вуçех кĕлтăвас мар тесе те шутланăччĕ, антах пĕлĕт вĕсен пуçĕ çине ятарласа аçа-çиçĕм ярасран хăрарĕç. Часах вĕсем çывăрса кайма та пуçланăччĕ. Анчах лăпах çав вăхăтра вĕсен чунĕсене пĕр кĕтмен хăна йăпшăнса пырса кĕчĕ: вăл хăнана лайăх мар тунăшăн ӳкĕнни, теççĕ. Ачасем, килтен тухса тарса, лайăх мар турăмăр пулĕ тесе, хăракалама пуçларĕç; унтан вĕсем аш вăрласа тухни çинчен астуса илчĕç те чăнласах та шухăшласа асапланма тапратрĕç. Вĕсем, ĕлĕк те темиçе хутчен путвалран тутлă кукăль е улма вăрлакалани çинчен аса иле-иле, хăйсене хăйсем лăплантарма тăрăшрĕç. Анчах çав сăлтавсем вăйлах пулмарĕç, çавăнпа вĕсем ниепле те лăпланаймарĕç. Юлашкинчен вĕсене кукăль е улма пĕçертсе тухни те пустуй япала пек çеç туйăна пуçларĕ. Анчах çыннăн типĕтнĕ какайне, çыннăн сысна ашне тата ытти çавăн пек хаклă япалисене илни вăл чăнахах вăрлани пекех туйăнчĕ, çав вăрланине хиреç библире те уйрăм заповедь пур.
Çавăнпа та хăйсен ăшĕнче: пиратсем пулса çӳренĕ хушăра эпир ирсĕр ĕç туса, вăрласа урăх хамăра хамăр варалас çук, тесе шутларĕç вĕсем. Хăйсен намăс-симĕсĕпе вăхăтлăха килĕшӳ турĕç те пур чухне те пĕр шутлă пулман, тĕлĕнмелле пиратсем лăпкăн та канлĕн çывăрса кайрĕç.
14-мĕш сыпăк. Телейле вăрă-хурахсен лагерĕ
Ирхине вăрансан, Том нумайччен хăй ăçтине чухласа илеймерĕ.
Вăл тăрса ларчĕ, куçĕсене сăтăркаларĕ те йĕри-тавра пăхса илчĕ. Кăвак çутăллă сулхăн ир. Вăрманта нимĕнле сас-чĕвĕ те çук. Тĕлĕнмелле канлĕх! Пĕр йывăç çулçи те тапранмасть, аслă çутçанталăк шухăша путнине пĕр сасă та пăсмасть. Çулçăсемпе курăксем çинче сывлăм шывĕ çут шăрçа пек йăлтăртатать.
Кăвайт хунă çĕрте шап-шурă кĕл выртать, кăвак тĕтĕм ярăмĕ çеç тӳрех çӳлелле хăпарать. Джопа Гек çывăраççĕ. Инçетре — вăрман ăшĕнче — темĕнле кайăк кăшкăрать, ăна хирĕç тепри чĕнчĕ, таçта улатакка таккама тапратрĕ. Сивĕ кăвак шуçăм çуталса килнĕ майĕпе сасăсем те ӳссе нумайланса пычĕç, — пур çĕрте те пурнăç курăна пуçларĕ. Çутçанталăк хăй çинчен йывăр ыйхине сирсе ярса ĕçе пуçăнса пынă май, шухăша кайнă ача куçне тĕлĕнмелле япаласем кăтартса тăчĕ.
Пĕр пĕчек симĕс хурт сывлăмпа йĕпеннĕ çийĕпе шуса пырать. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вăл, хăйĕн пĕвĕн иккĕ виççĕмĕш пайне çулçă çинчен çӳлелле хăпарта-хăпарта илсе, йĕри-тавра пăхкаланă пек пулать, унтан татах малалла шăвăнать. «Çĕвĕç пекех виçе-виçе илет», — тесе шухăшларĕ Том. Хурчĕ ун патнелле çывхарса çитсен, Том чул пек хытса кайрĕ. Хурт урăх еннелле кайма шутламаннине кура унăн чунĕнчи ĕмĕтĕсем пĕрре çӳлелле çĕкленчĕç, тепре аялалла анчĕç. Хурт хăйĕн пĕвне çӳлелле çĕклесе пĕр тапхăр хушши тăчĕ те Том ури тăрăх шуса кайма шут тытрĕ, унтан вăл унăн çанçурăмĕ тăрăх çӳреме тапратрĕ. Çавна курсан, Том чĕри питĕ хĕпĕртесе кайрĕ, мĕншĕн тесен çакă унăн çĕнĕ çипуç пулассине, паллах, çап-çутă пират çипуçĕ пулассине пĕлтерчĕ.
Сасартăк пĕр ушкăн кăткă пырса тухрĕ, вĕсем пурте ĕçлеме тапратрĕç. Пĕри çине тăрсах вилĕ эрешмене тапăнчĕ, лешĕ хăйĕнчен пилĕк хут пысăкрах пулин те, вăл ăна йывăç вулли тăрăх çӳлелле сĕтĕрсе кайрĕ.
Пăчăр-пăчăр пăнчăсемлĕ хăмăр уяр курăк туни çине хăпарса тăче. Том ун патнелле пĕшкĕнчĕ те çапла каларĕ:
— Уяр, уяр, вĕçсе маях килнелле, —
Сан килӳнте пушар, ачусем пĕчченех, — терĕ.
Уяр çавăнтах итлерĕ те пĕчĕк ачисене çăлма вĕçсе кайрĕ. Том çакăнтан кăшт та тĕлĕнмерĕ: уярсен килĕнче пушар тесен, вĕсем ăна яланах çăмăлттайла ĕненнине Том тахçанах пĕлсе тăнă, айваннине кура вăл вĕсене темиçе хут та улталанă.
Унтан тислĕк нăрри йăраланса тухрĕ, вăл хăйĕн шарне паттăррăн малалла тĕртсе пырать. Нăрă урисене ӳт çумне таччăн тытса вилнĕ пек пулнине курас тесе, Том ăна пӳрнипе тĕртсе пăхрĕ.
Кайăксем çак тапхăрта каçса кайсах юрлама тапратрĕç. Пилеш кайăкĕ йывăç çине, Том пуçĕ тĕлнех, пырса ларчĕ те, питĕ хытă савăнса, хăйĕн тĕклĕ кӳршисене мăшкăллама тытăнче. Кăшкăрма юратакан кĕпшĕл, кăвак вут çути пекек, сывлăшра вăльт-вальт çеç туса иртрĕ те ачаран икĕ утăмри турат çине пырса ларчĕ. Вăл пуçне чалăштарчĕ те ютран килнĕ çынсем çине сĕм-сĕрленсе тĕллесе пăхрĕ. Сăрă пакша тата тепер пысăкрах йышши кайăк, тилĕ йăх таврашĕ, пĕрин хыççăн тепри хăвăрт чупса иртрĕç. Вĕсем вăхăчĕ-вăхăчĕпе чарăнкаласа кĕтмен хăнасем çине хаяррăн хăрлаткаларĕç: ку вăрманти тискер кайăксем çынсене хальччен курман пулмалла, вĕсенчен хăрамалла-и е хăрамалла мар-и, — ăна та пĕлмеççĕ.
Халĕ ĕнтĕ пĕтĕм чĕрĕ чун вăранчĕ те хускалкалама пуçларĕ. Çăра йывăç çулçисем витĕр унта-кунта вăрăм сăнăсем пек çутă пайăркисем тăрăнчĕç. Ик-виçĕ лĕпĕш вăльт-вальт вĕçсе çӳреме тытăнчĕç. Том ытти пирачĕсене чышкăласа тăратрĕ те, икĕ минут та иртмерĕ, вĕсем шывра, шур хăйăрлă ăшăх вырăнта, çаппа-çарамасах пĕр-пĕрин хыççăн хăваласа чупма тапратрĕç, пуç урлă тапса сиксе вылярĕç. Лере, инçетре, анлă шыв талккăшĕ хыçĕнче, халь çывăрса ларакан хулана вĕсен пĕртте каяс килмерĕ. Çĕрле вĕсен сулли çухалнă, ăна пĕр-пĕр шыв юхăмĕ ăнсăртран шыв тулса килнипе юхтарса кайнă пулас. Ачасем уншăн хуйхăрмарĕç, хĕпĕртерĕç анчах: вĕсемпе цивилизациллĕ тĕнче хушшинчи кĕпер ишĕлсе анчĕ.
Вĕсем, тĕлĕнмелле çăмăлланса, телейлĕскерсем тата хырăмĕсем питех выçнăскерсем, лагере таврăнчĕç. Часах вĕсен походри пек кăвайчĕ каллех йăлкăшма тапратрĕ. Çавăнтан инçе мар Гек таса та сивĕ шывлă çăлкуçĕ тупрĕ. Ачасем сарлака юман çулçисемле шĕшкĕ çулçисенчен хăйсем валли куркасем турĕç, — тискер вăрманти илĕртекен япаласемпе тутлăланнă шыв кофе вырăнне питех аван каять, терĕç вĕсем. Джо ирхи апат валли ветчина касма тапратрĕ. Анчах Томпа Гек ăна çав ĕçе тума тăхтамашкăн хушрĕç: вĕсем шыв хĕрринче пĕр меллĕрех вырăн тупрĕç те вăлтисене ячĕç. Пулă пырса лекессине пĕр минут та кĕтсе тăмалла пулмарĕ. Джо тӳсĕмлĕхĕ те пĕтейменччĕ, лешсем питĕ аван карп, икĕ уланкă тата пĕчĕк çуйăн йăтса каялла пырса та çитрĕç, — пĕр сăмахпа каласан, вĕсем пĕр çемье тăранмалăх çителĕклех çимĕç илсе пычĕç. Пуллине ветчинапа пĕрле ăшаларĕç те тĕлĕнсех кайрĕç: ку таранччен вĕсене нихçан та пулă çавăн пек тутлăн туйăнман. Вĕсем çакна пĕлмерĕç: шыв ăшĕнче пурăнакан пулла мĕн чул хăвăртрах ăшалатăн, унăн тути те çавăн чухлех лайăхрах пулать. Вăрманта çывăрни, уçă сывлăшра чупса çӳрени, шыва кĕни пуринчен ытла хырăмĕсем выçни апата епле тутлăлатни çинчен вĕсем шухăшламарĕç те.
Ирхи апат çисен, вĕсем сулхăна выртрĕç. Гек чĕлĕм туртса пĕтерсен, пурте пĕрле вăрман ăшнелле разведкăпа тухса кайрĕç. Вĕсем, çӳлтен пуçласа аяла çитичченех пĕтĕмпех виноград аврисем чăркаланнă йывăç вуллисем хушшипе тухса, çĕрсе выртакан йывăçсем урлă каçа-каçа, савăнăçлăн утса пычĕç. Тапхăрăн-тапхăрăн вĕсем питĕ илемлĕ пĕчĕк уçланкăсене пыра-пыра тухрĕç. Курăк кавирĕпе витĕннĕ хаклă йышши чулсем пек йăлтăртатаççĕ çак уçланкăсенчи чечексем.
Çул çинче ачасен пăхса савăнмаллисем татах та нумай пулчĕç. Анчах ытлашши тĕлĕнмелли вĕсем нимех те тупмарĕç. Вĕсем ак çакна пĕлчĕç: утравăн тăршшĕ виçĕ миле яхăн, сарлакăшĕ чĕрĕк миле яхăн пулать, ăна чи çывăхри çырантан пĕр икçĕр ярд сарлакăш шыв пырĕ уйăрса тăрать. Ачасем кашни сехетре тенĕ пекех шыва кĕчĕç, çавăнпа та вĕсем лагере каç пуласпа тин таврăнчĕç. Вĕсен хырăмĕсем питех те выçнă, çавăнпа вĕсем пулă тытса вăхăта та ирттерсе тăмарĕç, сивĕ ветчинапах аван апатланчĕç те пуплемешкĕн сулхăна кĕрсе выртрĕç. Пуплесси-тăвасси часах чарăнса пыма пуçларĕ, кайрантарахпа вуçех те пĕтсе ларчĕ. Вăрманти шăплăхпа чаплăлăх тата пĕчченлĕх туйăмĕ хуллен-хулленех ачасене пусса пычĕ. Вĕсем шухăша кайрĕç. Чунĕсене темĕнле паллă мар хуйхă пырса кĕчĕ — вĕсенче кил çинчен хуйхăрасси çуралса пычĕ. Финн Юнлă ал та салхуланса хăй пĕлсе тăракан пусма картлашкисемпе пушă пичкесем çинчен шухăшлама тапратрĕ. Анчах кашниех хăй ун пек шухăшланинчен вăтанчĕ, хăй шухăшне хыттăнах каласа пама нихăшĕн те паттăрлăхĕ çитмерĕ.
Тахăш тапхăртанпа ĕнтĕ вĕсем патнелле инçетрен пĕр темĕнле ăраснарах йышши сасă илтĕнсе килме пуçларĕ. Анчах вĕсем ăна — эпир хăшпĕр чухне сехет сассине астуманни пекех — астумарĕç. Çав темĕнле сасă хуллен-хулленех уçăраххăн илтĕнме пуçларĕ, çавăнпа ăна илтмесĕр юлма та май пулмарĕ ĕнтĕ. Ачасем пĕрне-пĕри пăхса илчĕç те тăнлама тытăнчĕç. Пĕр тапхăр шăпах пулчĕ, нимĕнле сас-чĕвĕ те илтĕнмерĕ. Унтан инçетре салхуллăн кĕрĕс! тутарни илтĕнсе кайрĕ.
— Мĕн вăл? — ыйтрĕ Джо аран илтĕнмелле.
— Пĕлместĕп, — терĕ Том шăппăн.
— Çук, ку аслати мар, — терĕ Гекльберри, — мĕншĕн тесен аслати вăл...
— Чарăнăр, итлĕр! — мĕнпур вăйĕпе кăшкăрса ячĕ Том.
Ачасем пĕр минут пек тăхтаса тăчĕç, çак хушă тем ĕмĕр иртнĕ пекех туйăнчĕ вĕсене, унтан шăпах пулнă çĕртен каллех кĕрĕс! тутарни илтĕнсе кайрĕ.
— Атьăр, кайса пăхар, мĕн вăл?
Вĕсем виççĕшĕ те сиксе тăчĕç те хăйсен хули еннелле пăхса ларакан çыран патнелле чупрĕç. Тĕмĕсене сирсе, вĕсем шыв çинелле пăхрĕç. Санкт-Петербург хулинчен пĕр миля анатарах шыв варрипе пĕчĕк пăрахут шыва майлă ишсе пырать. Ку вăл — çырантан çырана каçса çӳремелли пăрахут. Аякран пăхсан, унăн сарлака палуби çинче халăх кĕшĕлтетнĕ пек туйăнать. Пăрахут тавра темĕн чухлĕ кимĕ йăшăлтатать, анчах ачасем çав кимĕсем çинче ларакан çынсем мĕн тунине инçетрен кураймарĕç.
Сасартăк пăрахут аяккинчен шурă тĕтĕм палкаса хăпарчĕ, çав тĕтĕм лăпкă пĕлĕт пек пулса кайсан, пăхса тăракан ачасем каллех малтанхи салхуллă сасса илтрĕç.
— Халĕ ĕнтĕ мĕн пулнине пĕлетĕп! Такам шыва анса кайнă! — терĕ Том.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, — терĕ ăна хирĕç Гек. — Пĕлтĕр çулла Билл Тернер анса кайсан та çавăн пекех пулнăччĕ; ун чухне те шыв çинче тупăпа персе çӳренĕччĕ — тупăпа персен, шыва анса кайнă çынсем çиеле тухаççĕ. Ия! Тата виç-тăватă çăкăр илеççĕ те вĕсен ăшне чĕркĕмĕл хураççĕ, вара çăкăрсене шыв тăрăх яраççĕ: анса кайнă çын хăш тĕлте выртать, çăкăр çав тĕлте чарăнса тăрать.
— Ия, эпĕ илтнĕччĕ ун çинчен, — терĕ Джо. — Эпĕ çавна ăнланса илейместĕп: мĕншĕн-ха çăкăр чарăнса тăрать?
— Ман шутпа, унта хăвачĕ çăкăрта мар, çăкăрне шыв тăрăх янă чухне мĕнле сăмахсем каланинче пулĕ.
— Янă чухне нимĕн те каламаççĕ, — терĕ ăна хирĕç Гек, — эпĕ курнăччĕ, нимĕн те каламаççĕ.
— Тĕлĕнмелле!.. — терĕ Том. — Тен, вĕсем хуллен калаççĕ, никам та ан илттĕр тесе, хăйсен ăссĕн калаççĕ пуль. Паллах ĕнтĕ! Кун пирки ним иккĕленмелли те çук. Ăна тӳрех чухласа илме пулать...
Ытти ачасем Томпа килĕшрĕç: вăл питех те тĕрĕс калать, терĕç. Ахаллĕн çав ниме те вĕрентмен, нимĕнле ăсе те çук çăкăр татăкĕ, хăйне çав тери пысăк ĕçпе ярсан, çавăн пекех ăслăн хăтланма пултарас çукчĕ темелле.
— Ах, эсрелĕ! Манăн халĕ леш енче пуласчĕ! — терĕ Том.
— Манăн та пуласчĕ, — терĕ ăна хирĕç Гек. — Шутсăр пĕлес килет, кам унта анса кайнă-ши?
Ачасем инçетелле пăхса итлесе тăчĕç. Сасартăк Том пуçне шухăш пырса кĕчĕ:
— Эпĕ пĕлетĕп кам анса кайнине. Эпир анса кайнă! — терĕ вăл.
Вĕсем çав самантра хăйсене паттăрсем вырăнне шутлама пуçларĕç. Мĕнле чап, мĕнле телей! Вĕсене шыраççĕ, вĕсене асăнса йĕреççĕ, вĕсене вилнĕ тесе шутлаççĕ; вĕсемшĕн хуйхăрнипе чĕресем çурăлаççĕ; вĕсемшĕн куççуль юхтараççĕ, çынсем вĕсене асăнаççĕ: çав вилнĕ мĕскĕн ачасене лайăх пăхмарăмăр, теççĕ, çынсем хăйсем лайăх мар тунăшăн ӳкĕнсе асапланаççĕ. Кунта чи пысăк савăнăç акă çакă пулать: вĕсем çинчен ĕнтĕ пĕтĕм хула калаçать, пур арçын ачасем те вĕсене кĕвĕçеççĕ — вĕсем тĕлĕнмелле чапа тухса кайнишĕн кĕвĕçеççĕ. Çавă питех лайăххăн туйăнчĕ ачасене. Пĕр çавăншăнах пиратсем пулма юранă.
Каçхи тĕттĕм килсен, пăрахут хăйĕн яланхи ĕçне тума пуçăнчĕ, киммисем те саланчĕç. Пиратсем лагере таврăнчĕç. Вĕсем питĕ хĕпĕртенĕ. Хăйсем çаван пек чапа тухма май килнине вĕсем темĕн пекех мухтанчĕç. Хăйсем пирки пĕтĕм хула çавăн пек пăшăрханни вĕсене кăмăла кайрĕ. Вĕсем пулă тытрĕç, ăна пĕçерсе каçхине ашатланчĕç, унтан вара хулара вĕсем çинчен мĕн калаççĕ-ши, мĕн шухăшлаççĕ-ши тесе сăмахлама тапратрĕç. Хăйсемшĕн пурте шутсăр хуйхăраççĕ пулĕ тесе шутлаççĕ ачасем. Каçхи тĕттĕм хупланса килсенех, вĕсен халапĕ хуллен-хулленех чарăнса ларчĕ; виççĕшĕ те вут çинелле тĕллесе пăхса выртрĕç, хăйсен шухăшĕсем таçта инçетре çӳрерĕç пулмалла. Хальтерех çеç хăпартланса кайни пусăрăнчĕ, Томпа Джо ирĕксĕрех хăйсене çывăх çынсем çинчен астуса илчĕç, анчах вĕсем çавăн пек мыскаралла хăтланнăшăн питех савăнас та çук пулĕ. Пуçа иккĕлле шухăшласси пырса кĕчĕ. Иккĕшĕн те ăшчикĕсем лăпкă мар, иккĕшĕ те хăйсене телейсĕр ачасем тесе шутларĕç. Сайра хутра вĕсем ирĕксĕрех хашлатса сывласа илчĕç. Джо хăракаласа юлташĕсенчен çапла ыйтма хăйрĕ: «Цивилизациллĕ тĕнчене таврăнасси çине эсĕр мĕнле пăхатăр... паллах, халĕ мар, кайран таврăнасси, çине...»
Том унтан çилленсе, мăшкăлласа кулса пĕтерчĕ! Гек, килсĕр çын, Том майлă пулчĕ, иккĕлле шухăшлама пуçларĕ Джо вара: «Эпĕ шӳт туса çеç каларăм», — тесе ăнлантарса пама васкарĕ. Хăйне каçарсан, Джо хĕпĕртерĕ, юлташĕсем кăшт çеç ăна шанманнине палăртрĕç: «Эсĕ хăравçă пек килшĕн хуйхăратăн», — терĕç ăна. Ку хутĕнче пăлхава вăхăчĕ çитиччен пусарса хучĕç...
15-мĕш сыпăк. Том тăван килне вăрттăн пырать
Виç-тăват минут иртсен, Том, хайхи ăшăх вырăнпа шыв тăрăх утса, Иллинойс çыранĕ патнелле кайрĕ. Часах ăна шывĕ пилĕк таран çитрĕ, çавăнпа та малалла шыв тăрăх утма май килмерĕ, мĕншĕн тесен шыв хытă юхни ăна утма кансĕрлерĕ. Том нумай шухăшласа тăмасăрах ишме пуçларĕ, çапла вара леш енчи çырана çитесси пĕр çĕр утăм пек çеç тăрса юлчĕ. Вăл шыва хирĕçле ишрĕ, шывĕ ăна хăй çитме ĕмĕтленнĕ вырăнĕнчен анаталла юхтарса пычĕ. Çапах та вăл юлашкинчен çыран патне çитрĕ, хĕррипеле ишсе кайрĕ те, меллĕ вырăн шыраса тупса, типĕ çĕр çине тухрĕ. Хăйĕн куртка кĕсйине хыпашласа пăхса, вăл йывăç хуппи çухалманнине пĕлчĕ те шыв хĕрринчи вăрман тăрăх малалла утрĕ. Унăн тумтирĕнчен шыв юхать. Вăл хула тĕлĕнчи уçă вырăна пырса тухнă çĕре лăпах вунă сехет çитрĕ. Вăл çӳллĕ çыран патĕнче, йывăç мĕлкисем тĕлĕнче, пăрахут тăнине курах кайрĕ. Таврара шăплăх, çăлтăрсем çеç çӳлтен йăлтăртатса пăхаççĕ. Том чăнкă çĕртен асăрханса аялалла анчĕ те, тĕттĕмелле хытă тинкерсе, шыва шуса кĕчĕ, пĕр виç-тăватă утăм пек ишсе кайсанах, вăл пăрахут хыçне çыхса лартнă пĕчĕк кимĕ çине улăхса ларчĕ. Тенкелсем айне кĕрсе выртрĕ те хăракаласах кĕтме пуçларĕ. Юлашкинчен çурăк чан çапса илчĕ те, такам сасси: «Тапран!» — тесе команда пачĕ. Тепĕр минутранах пăрахут урапийĕ тапратса янă хум пырса çапнипе кимĕ сăмси çӳлелле ывтăнса кайрĕ, çапла флотили çула тухса кайрĕ. Том хăйне телей пулнăшăн хĕпĕртерĕ, çакă юлашки рейс иккенне, пăрахут текех ниçта та каяс çуккине вăл аванах пĕлсе тăчĕ. Пĕр вунпилĕк е çирĕм минут иртрĕ, çав минутсем ытла та кĕтсе ывăтмалла вăраххăн иртнĕн туйăнчĕç Тома. Пăрахут ураписем ĕçлеме чарăнчĕç. Том кимĕ ăшĕнчен тухрĕ те çыран хĕрринелле ишсе кайрĕ. Ăнсăртран пĕр-пĕр иртен-çӳрене тĕл пулас мар тесе, вăл пĕр аллă ярд ытлашши ишрĕ те çырана хăйне кирлĕ çĕртен анаталларах тухрĕ. Унтан вăл çавăнтах чупма пуçларĕ, çын чи сăхăлтарах çурекен урамсемпе чупрĕ, çапла вăл часах мăнаккăшен карти хыçне пырса тухрĕ. Вăл карта урлă каçрĕ те мăнаккăш пӳлĕмĕн чӳречинчен пăхрĕ: пӳлĕмре хăй çутти мĕлтлетет. Унта Полли мăнаккăшĕ, Сид, Мэри тата Джо Гарперăн амăшĕ лараççĕ, вĕсем темĕн çинчен калаçаççĕ.
Вĕсем кравать патне вырнаçнă. Кравачĕ вĕсенчен алăк еннеллерех. Том алăк патне пычĕ те хăлăпне хуллен хăпартма пуçларĕ, унтан алăка кăшт тĕртрĕ; алăк чериклĕтсе илчĕ, Том татах тĕртрĕ, алăк чĕриклетмессерен вăл шартах сике-сике илчĕ. Юлашкинчен, упаленсе кĕрсе каймашкăн чылай сарлака хушă пулса тăчĕ, Том пуçне чикрĕ те упаленсе кĕме пуçларĕ.
— Ма-ха çурта çулăмĕ çавăн пек сиккелеме тапратрĕ? — терĕ Полли мăнаккăшĕ. Том хăвăртрах упаленме пуçларĕ. — Леш алăкне хупман пулмалла? Паллах ĕнтĕ, хупман! Тем вăхăтранпах кунта питех те тĕлĕнмелле ĕçсем пулкалаççĕ. Алăка кайса хуп-ха, Сид!
Том лăп çав вăхăтра кравать айнелле чăмрĕ. Вăл сывлăшне лайăхрах çавăрса илмелĕх канса тăчĕ те çывăхарах шуса пычĕ, халĕ вăл мăнамкăшне уринчен те сĕртĕнме пултарать.
— Эпĕ калам-ха, — терĕ Полли мăнаккăшĕ, — вăл пĕртте усал ача марччĕ, шавлама, асма анчах юрататчĕ, ытла та харсăр ачаччĕ вăл. Анчах ăна мĕн тăватăн-ха? Тиха пекехчĕ вăл. Нихçан та никама та усал сунман вăл. Кăмăлĕ те унăн питĕ ырăччĕ, — терĕ.
Вара вăл макăрса ячĕ.
— Манăн Джо та çавăн пекехчĕ: хăйĕн ăшне пин шуйттан кĕрсе ларнă пекех вăл ашкăнатчĕ, асатчĕ, хăй ырă кăмăллăччĕ, юрататчĕ, унтан лайăххи кирлĕ те мар. Турă каçартăр мана, çылăхлăскере! Эпĕ ăна хăймашăн тытса тылларăм вĕт, хăймине эпĕ йӳçнĕ тесе хамах сапса янăччĕ, çавна хам йăлтах манса кайнă... ия. Шухăшласа пăхатăп та, эпĕ ĕнтĕ урăх çакăнта, çĕр çинче, нихçан та курас çук вĕт, — хам кӳрентернĕ мĕскĕн ачана нихçан та, нихçан та, нихçан та курас çук вĕт.
Миссис Гарпер хуйхăрнипе, хăйĕн чĕри кĕçех çурăлса каяс пек, хытă макăрса ячĕ.
— Тома халĕ пĕлĕт çинче лайăх пулĕ тесе шутлатăп эпĕ, — терĕ Сид. — Анчах вăл хăйне çакăнта, çĕр çинче, пăртак лайăхрах тытнă пулсан...
— Сид! — терĕ мăнаккăшĕ хăй (курмасан та мăнаккăшĕн куçĕсем çуталса кайнине туйса илчĕ Том). — Манăн Том çинчен, вăл вилсен, усăл сăмах ан каланă пултăр. Ăна турă пĕлсе тăтăр, эсĕ ан çыпçăн унта. Ох, миссис Гарпер, эпĕ çакна епле тӳссе ирттерессине хам та пĕлместĕп-çке. Халĕ ĕнтĕ вăл вилсе выртать тесе ниепле те шухăшлама пултараймастăп. Вăл манăн ватă чĕреме час-часах хуйхăрткаланă пулсан та, эпĕ яланах ăна пăхса киленсе пурăнаттăм.
— Турă панă та турă илнĕ. Туррăн ячĕ пиллĕхлĕ пултăр. Анчах çавна тӳссе ирттересси çав тери йывăр. Нумай та пулмасть, иртнĕ шăматкун çеç, Джо ман пата утса пырать те манăн сăмса патĕнчех пистонпа кĕрĕслеттерсе ярать. Эпĕ çав тапхăртах ăна тĕртсе ятăм та, вăл çĕр çинелле персе анчĕ. Эпĕ пĕлмен, ун чухне вăл часах... Ах, вăл халĕ çавăн пек тусан, эпĕ ăна чуптуса илсе пилленĕ пулăттăм.
— Ия, ия, ия, эпĕ сирĕн кăмăлăрсене питех те аван чухлатăп, миссис Гарпер, питех те аван чухлатăп. Ĕнер кăна кăнтăрлахи апат умĕн манăн Том кушак аçине «ыратнине лăплантаракан эмел» ĕçтерсе лартнă та, кушак аçи чутах пĕтĕм кил-çурта çавăрса тăкмарĕ. Эпĕ вара, турă каçартăр мана, Тома пуçĕнчен пӳрнескепе шаккарăм. Мĕскĕн ачам, пăчланнă телейсĕр ача! Халĕ ĕнтĕ унăн асап курасси пĕтĕмпех пĕтнĕ. Эпĕ унтан илтнĕ юлашки сăмахсем те ӳпкелесе каланă сăмахсем пулчĕç...
Анчах çавна аса илни карчăкшăн ытла та йывăр пулнăран вăл хытă макăрса ячĕ. Том та пĕр-икĕ хут ĕсĕклесе илчĕ, — анчах вăл ыттисене мар, хăйне ытларах хĕрхенчĕ. Вăл Мэри макăрнине, вăхăчĕ-вăкăчĕпе ăна ачаш сăмахсемпе асăнса илнисене илтрĕ. Юлашкинчен вăл мăнкăмăллансах кайрĕ: хăй çав тери паллă ача тесе вăл нихçан та шухăшламан. Çапах та мăнаккăшĕ хуйхăрни ăна чĕререн хытах пырса тиврĕ. Унăн кравать айĕнчен сиксе тухса мăнаккăшне çавăнтах савăнтарса ярасси килчĕ: театрти пек эффектсем тăвасси яланах унăн кăмăлне кайнă. Çапах та вăл хăйне илĕртнине парăнмарĕ, малалла мĕн калаçнисене итлесе шăпах выртрĕ. Уйрăм сăмахсем тăрăх вăл хăйсем çухални çинчен çынсем мĕн каланине пĕлчĕ: вĕсем шыва кĕнĕ чухне анса кайнă пулĕ тесе шутлаççĕ-мĕн çынсем, унтан çынсем сулă çуккине курах кайнă; кайран тахăш ачи Томпа Джо хăйсем çинчен хулара «часах илтĕç» тесе каланисене астуса илнĕ. Вара çавăнти ăслă çынсем пуçĕсемпе шухăшласа пăхнă та çакăн пек шутланă: ачасем сулăпа анаталла анса кайнă та пирвайхи пĕчĕк хуланах çитсе тухнă. Анчах кăнтăр тĕлĕнче суллине тупнă, вăл хуларан пилĕк-ултă милре Миссури шывĕ хĕрриле çитсе çапăннипе çынсем малаллахи ĕмĕчĕсем те пĕтĕмĕшпех пĕтсе ларнă: ачасем, паллах ĕнтĕ, шыва анса кайнă, ахаллĕн вĕсем хырăмĕсем выçнăран каçалапа киле те пырса çитетчĕç, тен, малтанрах та çйтетчĕç пулĕ. Инкекĕ шыв варри тĕлĕнче пулнă пулĕ, çавăнпа çеç вĕсен ӳчĕсене те тупайман. Шыв варри тĕлĕнче пулман пулсан, вĕсем çыран хĕррине çитетчĕç, мĕншĕн тесен виççĕшĕ те аван ишетчĕç. Паян юнкун. Ӳчĕсем вырсарникунхи ирччен тупăнмасан, вара нимĕнле шанчăк та пулмасть. Вырсарникун, кăнтăрлахи кĕлĕ вăхăтĕнче, çав ачасем виллĕ тесе кĕлтăваççĕ.
Том шартах сикрĕ.
Миссис Гарпер йĕрсе пуринпе те сывпуллашрĕ те алăк патнелле утма пуçларĕ. Анчах çавăнтах тăлăха юлнă хĕрарăмсем иккешĕ те пĕр-пĕрин ытамĕсене пырса ӳкрĕç, пĕр-пĕринчен уйрăличчен макăрчĕç. Полли мăнаккăшĕ çывăрма выртас умĕн Сидпа Мэрие ахаль чухнехинчен те ачашраххăн чуптурĕ. Сид ĕсĕклесе макăрса илчĕ, Мэри куççульне шăпăртаттарсах çывăрма кайрĕ.
Полли мăнаккăшĕ черкуçленсе ларчĕ те Томшăн кĕлтума тапратрĕ. Ун сăмахĕсенче тата чĕтрекен сассинче çав тери шутсăр хытă юратни сисĕнсе тăчĕ, вăл чуна тапратмалла çав тери хĕрӳллĕн кĕлтурĕ, çавна кура Том каллех куççуль юхтарма тытăнчĕ.
Мăнаккăшĕ çывăрма выртсан та, ачан тата нумай тапранмасăр шăп выртма тиврĕ. Мăнаккăшĕ хăйне канлĕ мар пек пĕрмай çаврăнкаларĕ, пĕр енчен тепĕр еннелле куçкаласа выртрĕ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе унăн çăварĕнчен темĕнле хурлăхлă сăмахсем туха-туха кайрĕç. Юлашкинчен вăл шăпах пулчĕ, сайра хутра çеç тĕлĕкре йынăшкаларĕ. Том упаленсе тухрĕ, пит сыхланса, хуллен ура çине тăчĕ те, çурта çутине аллипе картласа, çывăракан мăнаккăшне нумайччен пăхса тăчĕ.
Мăнаккăшне вăл пĕтĕм чĕрипе хĕрхенчĕ. Кĕсйинчен йывăç хуппи кăларчĕ те çурта патне хучĕ, анчах кайран унăн пуçне темĕнле çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ. Пĕрре шут тытнине улăштарса, йывăç хуппине каллех кĕсйине чикрĕ, пит-куçне йăл çутăлтарса, мăнаккăшĕ патне пĕшкĕнчĕ те унăн сăнсăрлалнă ватă тутинчен чуптуса илчĕ. Унтан шăппăн утса тухса кайрĕ, алăкне хăй хыççăн питĕрсе хăварчĕ.
Вăл пристань патне, яланах пăрахут тăракан çĕре, çитрĕ те шыв хĕрринче никам та çуккине кура, хăюллăн пăрахут çинелле утса кĕчĕ. Пăрахут çинче хуралçăсăр пуçне урăх никам та пулма пултарайманнине вăл аванах пĕлсе тăчĕ, хуралçи каютăна кĕрсе выртса вилĕ пекех çывăрма выртнă. Том пĕчĕк кимммне вĕçертсе илчĕ, хуллен ун çине кĕрсе ларчĕ те шыв тăрăх тăвалла ишме пуçларĕ. Пĕр миля пек кайсан, вăл кĕсменсемпе хытăрах ишме тапратрĕ, шыв урлă каçсан, лăп хăй ăçта тухас тенĕ çĕре пырса тăчĕ, мĕншен тесен çав ĕç уншăн çĕнĕ ĕç пулмарĕ ĕнтĕ. Унăн шутсăрах кимме «ярса илесси» те килчĕ: кимĕ те пăртак карап шутне кĕрет вĕт, çавăнпа ăна пират та тытса илме пултарать. Анчах киммине пур çĕрте те шырама пуçлассине вăл пĕлсе тăчĕ, шырама пуçласан вара, таркăнсен йĕрне те тупма пултараççĕ. Çавăнпа вăл тӳрех çыран хĕрринелле тапса сикрĕ те вăрман чăтлăхĕ ăшнелле кĕрсе кайрĕ. Вăрманта вăл, çывăрса каяс мар тесе, аран-аран чăткаласа, лайăх канса илчĕ те унтан лагерь патнелле уттарчĕ. Çĕрлехи тĕттĕм сирĕле пуçланă, вăл ăшăх вырăн тĕллелле çитнĕ çĕре тул йăлтах çутăлчĕ. Том тата пăртак ларкаларĕ, хĕвел çӳлелле хăпарса хăватлă юханшыва ылтăн тĕспе çап-çутă çутатса ярсан тин вăл каллех шывалла сикрĕ. Пăртак тăрсан вăл, йĕп-йĕпескер, лагерь патнех пырса тухрĕ. Вăл вăхăтра Джо питĕ ĕнентерӳллĕн çакăн пек каласа тăчĕ:
— Çук, Гек, Том — шанчăклă çын. Вăл каялла таврăнатех. Дезертир пулас çук вăл. Ун пек тусан, пирата намăс пулассине пĕлет вăл. Пират ячĕ уншăн пуринчен те хаклăрах. Ăна пĕр-пĕр япала тытса чарнă ĕнтĕ, мĕнле япала тытса чарнă-ши — пĕлессĕм килетчĕ, — терĕ.
— Япалисем çапах та — пирĕн вĕт?
— Пирĕн, Гек, анчах йăлтах пирĕн мар-ха. Çырура çапла каланă: вăл ирхи апат тĕлне таврăнмасан, япалисене пирĕн илмелле, тенĕ.
— Вăл çитсе те тухрĕ! — терĕ Том, вĕсен умне чаплăн утса тухса.
Часах вĕсем ветчинапа пулăран хăйсем валли ирхи апат хатĕрлерĕç те ăна тĕппипех çисе ячĕç. Апатне çисе ларнă хушăра Том хăй ăçта кайса мĕн-мĕн курса çӳренисем çинчен каласа кăтартрĕ (пăртак хушса хитрелетсе каларĕ). Каласа кăтартнине йăлтах итлесе пĕтерсен, ачасем тата ытларах мăнкăмăлланса кайрĕç, хăйсене хăйсем геройсем тесе шутлама тапратрĕç. Том, çывăрас тесе, сулхăна керсе выртрĕ, ытти пирачĕсем вăлтапа пулă тытма тата утрава пăхса çӳреме кайрĕç.
16-мĕш сыпăк. Малтанхи чĕлĕмсем. — «Эпĕ çĕçĕ çухатрăм»
Кăнтăрлахи апат хыççăн вăрă-хурахсен пĕтĕм шайкки хăйăрлă ăшăх вырăн патнелле тимĕршапа çăмартисене шырама утрĕ. Ачасем хăйăр ăшне патаксемпе чыша-чыша пăхрĕç, çемçе вырăн тупăнсан, çавăнта чĕркуçленсе ларса, аллисемпе чаврĕç. Хăшпĕр лапчăкран вĕсем тăруках пилĕк-ултă теçетке çăмарта тупа-тупа кăларчĕç. Çăмартисем çап-çаврака та шурăскерсем, шултра мăйăртан кăшт çеç пĕчĕкрех. Çав каçхине пиратсем çăмарта пĕçерсе пит аван апатланчĕç, тепĕр кун ирхине те, эрнекун, питĕ аван ĕçсе çирĕç. Ĕçми-çимине вĕсем самаях йăкăртса тухнă çав.
Ирхи апат хыççăн вĕсем пуç урлă сикмелле вылярĕç, шыв хĕрринчи ăшăх çĕрте сиккелесе, чупнă хушăрах тумтирĕсене хыва-хыва пăрахса, пĕр-пĕрин хыççăн хăваласа çӳрерĕç, унтан вара çаппа-çарамасах шывра вăйлă юхăмпа кĕрешмелле выляса хăтланчĕç. Шыв юхăмĕ хăш-пĕр чухне вĕсене ураран та ӳкерчĕ, вара ачасем тата ытларах хĕпĕртерĕç. Хăш-хăш чухне вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнса тачĕç, ывăç тупанĕсемпе шыв ăсса, пĕр-пĕрне пичĕсенчен чашлаттарчĕç, кашниех, хăйне ан сирпĕтчĕр тесе, питне аяккалла пăрса, тăшман патне йăпшăнса утса пычĕ.
Унтан вĕсем алла-аллăн тытса çапăçма тапратрĕç. Çĕнтерекенĕ, хăй çĕнтернĕ ачана пуçĕнчен тытса, ăна шывалла тарăн чăмтарчĕ, кайран вĕсем виççĕшĕ те чăмрĕç, шап-шурă алăсемпе урасем çеç курăна-курăна юлчĕç. Каллех шыв çинелле тухсан, вĕсем мăшлатрĕç, лашасем пек хартлатрĕç, кулчĕç, сура-сура хăтланчĕç, чыхăнчĕç.
Вăйран сулăнса çитсен, типĕ çĕре чупа-чупа тухса, вĕри хăиăр çине тăсăла-тăсăла выртрĕç, утиялпа витĕннĕ пек, хăйсене хăйăрпа витрĕç, унтан каллех шывалла сикрĕç те татах малтанхи пек хăтланма пуçларĕç. Юлашкинчен вĕсен пуçне çакăн пек шухăш кĕчĕ: «Пирĕн çара çанçурăм ӳт тĕслĕ трико евĕрлĕ туйăнать», — терĕç вĕсем. Хăйăр çинче вĕсем ункă чĕрсе çаврăнчĕç те цирк турĕç, циркĕнче вĕсен виçĕ клоун, мĕншĕн тесен вĕсенчен нихăшĕ те çав тери ырă роле тепĕр ачана парасшăн пулмарĕ.
Кайран вĕсем хăйсен мрамор шарикĕсене туртса кăларчĕç те «çӳлелле ывăтмалла», «туртмалла» тата «касмалла» выляма тапратрĕç. Çак вăйăсене те вĕсем йăлăхтарса çитеричченех вылярĕç. Гекпа Джо татах шыва кĕме кайрĕç. Томĕ хăраса ӳкрĕ те çыранрах тăрса юлчĕ: вăл йĕмне хывса пăрахнă хушăра хăйĕн уринчен шнур салтăнса ӳкнине асăрхарĕ — çав шнурпа вăл хăйĕн ури çумме çĕленĕн хăратамалли ункисене çыхса лартнăччĕ. Çав тĕлĕнмелле хăватлă япаласăр мана епле шăнăр туртса лартмарĕ-ши тесе тĕлĕнчĕ вăл. Çав çĕлен ункисене шыраса тупиччен вăл çаплах шыва кĕме хăраса тăчĕ, çав тапхăрта унăн юлташĕсем ывăнма ĕлкĕрчĕç те çыран хĕррине тухса выртрĕç. Ерипенех вĕсем тĕрлĕ çĕрелле саланса пĕтрĕç, шухăша кайрĕç, кашниех тăван хула хĕвел питĕнче тĕлĕрсе ларнă еннелле хурлăхлăн пăхрĕ. Том хăй те сисмесĕрех урин пуç пӳрнипе хăйăр çинче «Бекки» тесе çырчĕ. Вăл хăй кирлĕ мар ĕç тунине астуса илчĕ те çырнине хуратрĕ, хăй çемçешке пулнăшăн хăй çине çилленсе кайрĕ, анчах тӳсеймесĕр çав ята тата çырчĕ, унтан каллех хуратрĕ, хăйне илĕртнинчен хăтăлас тесе, юлташĕсене шырама танккарĕ.
Джон чун хавалĕ пĕтĕмпех пĕтсе ларнă иккен. Вăл киле каясшăн шутсăр хуйхăрать, çав йывăр хуйха тӳссе тăма унăн ĕнтĕ вăйĕ те çук. Вăл йĕрсе ярас патнех çитрĕ.
Гек салхулланчĕ, Томăн та кăмăлĕ хуçăлчĕ, анчах вăл хăйне алра тытрĕ-ха, тĕрекленсе çӳрерĕ. Унăн пĕр вăрттăнлăх пур, ун çинчен вăл вăхăт çитиччен юлташĕсене пĕлтересшĕн мар. Анчах вĕсен хуйхине сирсе яма май килмесен, вăл çав япала çинчен тусĕсене халех каласа кăтартать. Вара вăл хăйне савăнăçлă тытса çапла каларĕ:
— Çак утрав çинче пирĕнтен малтан та пиратсем пулнă, çавăншăн эпĕ заклад хурсах тавлашатăп. Атьăр тепĕр хут çаврăнса çӳрер. Кунта пĕр-пĕр çĕрте тăпра ăшне хаклă япала таврашĕ те чиксе хунă пулĕ. Эпир тăпра ăшĕнче ылтăн та кĕмĕл тултарнă, çурри çĕрнĕ арча тупсан, эсĕр мĕн калăрши? Э?
Анчах çавăн пек сĕнĕве Гекпа Джо кăмăлсăр йышăнчĕç, Томăн хĕпĕртени те çавăнтах, нимĕнле сăмахсăрах сӳнсе ларчĕ.
Том тата пĕр ик-виçĕ илĕртмелле сенӳ парса пăхрĕ, анчах вăл тăрăшнисем пурте ахалех пулчĕç. Унăн алли усăнмах пуçларĕ.
Джо патакпа хăйăра тĕрткелесе тăчĕ, унăн сăн-пичĕ питех те салху. Юлашкинчен вăл çапла каларĕ:
— Ох, ачасем, çак япалана пăрахар луччĕ! Манăн киле каяс килет. Мана кичем кунта, — терĕ.
— Çук, апла мар, Джо, эсĕ хăнăхатăн, — тесе çавăрчĕ ăна Тоам. — Эсĕ шухăшла-ха, кунта пулă аван кĕрет.
— Кирлĕ мар мана санăн пуллу... Киле каяс килет.
— Итле-ха, Джо, ăçта-ха эсĕ шыва кĕме урăх çакнашкал лайăх вырăн тупатăн тата?
— Мĕн тума кирлĕ мана санăн шыва кĕмелли? Суратăп халĕ эпĕ ун çине, мана никам та шыва кĕме чарман чухне. Эпĕ киле каятăп, хăть те мĕн тăвăр!
— Фу, мĕнле намăс! Пĕчĕк ача! Амăшĕ патне каясшăн!
— Çапла çав, амăшĕ патне! Аннӳ пулнă пулсан, санăн та каяс килĕччĕ. Эпĕ тата пĕчĕк ача та мар. Эпĕ те сан пекех.
Джо макăрас патнех çитрĕ.
— Ну, юрĕ, пирĕн макăракан пĕчĕк ача килелле, амăшĕ патнелле кайтăрах, эпир ăна яратпăр вĕт, Гек? Мĕскĕн ача, вăл амăшне курасшăн хуйхăрать. Юрĕ эппин! Кайтăрах! Эсĕ кунта пурăнма юрататăн вĕт, Гек? Эпир санпала юлатпăр, юрать-и?
— Ия, — терĕ Гек сиввĕн.
— Урăх эпĕ санпала калаçмастăп та. Эпĕ санпа ĕмĕр-ĕмĕрех вăрçăллă пулатăп. Çавна шĕлсе тăр! — терĕ Джо, вырăнтан тăрса.
Вăл салхуллăн аяккалла кайса тăчĕ те тумланма тытăнчĕ.
— Тупнă япала! — терĕ ăна хирĕç Том. — Тархасшăн, кай! Макăрса лармăпăр. Каях киле, пурте вара санран кулччăр. Аван пират, каламллли те çук. Эпир Гекпа иксĕмĕр сан пек макрасем мар-ха. Эпир кунта юлатпăр, чăнах вет, Гек? Каяс тет пулсан, кайтăрах. Унсăр та пурăнăпăр.
Том хăйне юри пĕртте пăшăрханман пек тытсан та, унăн ăшĕ çапах та вăркарĕ, куç харшине пĕрĕнтерсе лартрĕ вăл. Джо тумланма пăрахманнине кура, тата ытларах хурланчĕ Том. Юлташĕ çула кайма епле пуçтарăннине Гек питĕ хытă астуса пăхса тăнăран Томăн ăшчикĕ вутпах çунма пуçларĕ. Гек нимĕн те шарламанни ырă мара пĕлтернине сисрĕ Том. Джо тумланчĕ те сывпуллашмасăрах Иллинойс çыранĕ патнелле уттарчĕ. Томăн чĕри çурăлсах кайрĕ. Вăл Гек çинелле пăхса илчĕ. Лешĕ çакна тӳсеймесĕр пуçне усрĕ. — Манăн та каяс килетчĕ, — терĕ вăл юлашкинчен. — Кунта темле кичемле пулса кайрĕ, — халĕ ĕнтĕ тата кичемрех пулать. Эпир иксĕмĕр те каяр луччĕ, Том!
— Каяс тетĕн-тĕк, кай, эсĕр пурте кайма пултаратăр, эпĕ каймастăп, юлатăп.
— Том, эпĕ кайăттăм луччĕ.
— Кай, эппин, — кам сана тытса тăрать?
Гек хăйĕн хăйăр çине пăрахнă тумтирне пуçтарма тытăнчĕ.
— Санăн та пирĕнпе пĕрле каймаллаччĕ, Том? — тесе çавăрма пуçларĕ вăл ăна.
— Чăнах та, шухăшласа пăх-ха лайăхрах. Эпир сана шыв хĕрринче кĕтсе тăрăпăр.
— Нумайччан кĕтсе тăмалла пулĕ апла сирĕн
Гек хуйхăрса çула тухса кайрĕ. Том ăна хыçран пăхса тăчĕ, унăн та, мăнкăмăлланассине йăлтах аяккалла сирсе пăрахса, шутсăрах вĕсем хыççăн каяс килчĕ. Ачасем кĕçех акă чарăнса тăраççĕ тесе ĕмĕтленчĕ вăл, анчах лешсем чĕркуççи таран шыв тăрăх малалла утрĕç. Тома сасартăк кичем пек, хăрамалла пек туйăнса кайрĕ. Вăл хăй мăнкăмăлланнине пĕтĕмпех çĕнтерчĕ те юлташĕсем хыççăн чуппипе яра пачĕ:
— Тăрăр-ха! Тăрăр! Манăн сире пĕр япала каламалли пур.
Лешсем чарăнчĕç те каялла çаврăнса пăхрĕç. Вĕсене хăваласа çитсен, Том хăй пытарса тăнă япала çинчен калама пуçларĕ. Вĕсем сиввĕн, тăшманла пăхса итлесе тăчĕç, анчах кайрантарахпа вĕсем Том мĕн тума шутланине чухласа илчĕç те питĕ хĕпĕртесе кайса çухăрашма тапратрĕç: — Том питех те тĕлĕнмелле япала шухăшласа кăларнă, ун çинчен пире малтанах каланă пулсан, эпир пăрахса каяс та çукчĕ, — терĕç вĕсем.
Том вĕсене темĕн мăкăртатса ăнлантарма хăтланчĕ, анчах тӳррипе каласан, хăй пытарса тăнă япала çинчен каласа та ачасене нумаях чарса тăрас çук пулĕ тесе хăрарĕ вăл. Çавăнпа та вăл çав япалана резерва, нимĕнле те май килмесен, чи юлашкинчен каламашкăн перекетлесе хăварнă иккен.
Ачасем савăнăçлăн хăйсен лагерьне таврăнчĕç те шутсăр хаваслансах хăйсен ĕлĕкхи вăййисене выляма тытăнчĕç. Пĕрмаях вĕсем Том питех те аван шутласа хуни çинчен калаçрĕç, вăл гениллĕ пулнинчен тĕлĕнчĕç.
Çăмартапа пулă çисе лайăх апатланнă хыççăн Том çапла каларĕ: «Манăн ĕнтĕ табак туртма вĕренес килет», — терĕ. Джо çав шухăша çыпăçрĕ те: «Эпĕ те туртса пăхатăп», — терĕ. Гек чĕлĕмсем турĕ те вĕсене тултарчĕ. Çĕнĕрен вĕренекен ачасем иккĕшĕ те ку таранччен виноград çулçинчен тунă сигарăсене çеç турткаланă, анчах çав сигарăсем чĕлхене «чĕпĕтнĕ», арçынсене ун пек сигарăсем туртни килĕшмест тесе шутланă вĕсем.
Вĕсем чавсаланса çĕр çине тăсăлса выртрĕç те тĕтĕмрен хăракаласарах, ăна ытлашши шанмасăртарах, хăйсем ăшнелле туртса вĕрнме пуçларăç. Часах ачасене лĕклентерме пуçларĕ, çапах та Том паттăрланса:
— Ку питех те çăмăл! Кăна малтанрах пĕлнĕ пулсан, эпĕ тахçанах туртма вĕреннĕ пулăттăм, — терĕ.
— Эпĕ те вĕрентĕм. Кăна вĕренесси нимех те мар! — сăмах хушса хучĕ Джо.
— Ыттисем туртнине эпĕ мĕн чухлĕ пăхаттăм, манăн та вĕренесчĕ, тесе шутлаттăм, çук çав, эпĕ вĕренме пултарас çук пулĕ, теттĕм. Эпĕ яланах çавăн пек. Чăнах вĕт, Гек? Эсĕ эпĕ çапла каланине илтнĕ вĕт? Акă Гек калатăр.
— Нумай илтнĕ, — терĕ Гек.
— Çапла çав, темиçе çĕр хут та каланă. Пĕрре ун çинчен эпĕ выльăх пуснă вырăн патĕнче каланăччĕ. Астăватăн-и, Гек? Унта тата Боб Тэннер, Джонни Миллер тата Джефф Тэчер пулнăччĕ. Эсĕ астăватан-и, Гек, эпĕ мĕн каланине?
— Ия, астăватăп, — терĕ Гек. — Вăл эпĕ хамăн шарика çухатнă кун пулнăччĕ... Çук, унтан малтанхи кунне.
— Акă вăт, Гек астăвать.
— Кун пек чĕлеме эпĕ кунĕпех те туртма пултарăттăм тесе шухăшлатăп. Манăн пĕртте хăсас килмест, — терĕ Джо.
— Манăн та! — терĕ Том. — Эпĕ кунĕпех туртма пултарăттăм, Джефф Тэчер пултарас çук, ун пирки тавлашатăп.
— Джефф Тэчер! Мĕн пултарать вăл! Вăл икĕ хутчен те ĕмсе илме пултарас çук. Хăтланса пăхтăр. Çак мĕнле япала иккенне курĕ вара.
— Паллах, пултарас çук. Джонни Миллер та пултарас çук. Курас килетчĕ манăн, çак пĕтĕм япалапа Джонни Миллер мĕнле хăтланкалĕ-ши?
— Мĕн тума пĕлтĕр вăл! — терĕ Джо. — Çав мĕскĕн ача нимĕн тума та пултараймасть. Пĕрре ĕмсе илсессĕнех, вăл ураран ӳкет.
— Тĕрĕс калатăн, Джо. Итле-ха: арçын ачасем пире халь курас пулсан!
— Ку вара питех те аван пулатчĕ.
— Итлĕр, ачасем, никама та пĕр сăмах ан шарлăр. Хăçан та пулин пурте пĕрле пуçтарăнсан, эпĕ сан пата пырăп та:
«Джо, санăн чĕлĕм пур-и? Туртас килет», — тейĕп. Эсĕ вара çавна нимĕн вырăнне те хуман пек пулса çапла калăн:
«Ия, манăн кивĕ чĕлĕм пур тата тапре те пур, — табакĕ çеç пит аванах мар», — тейĕн. Эпĕ калăп: «Вăл пурпĕрех, типĕ пултăр çеç», — тейĕп. Вара эсĕ чĕлĕмсене туртса кăларăн та, эпир иксĕмĕр те пит канлĕн ларса туртăпăр, пире пăхчăр çеç вара.
— Вăт вара хĕпĕртемелле пулĕ, Том! Манăн халь çавăн пек тăвас килетчĕ.
— Манăн та. Эпир вĕсене калăпăр: пиратра çӳренĕ чухне туртма вĕрентĕмĕр, тейĕпĕр, вăт вара пире кĕвĕçĕç.
— Кĕвĕçмесĕр, кĕвĕçеççех ĕнтĕ. Вăл паллах.
Калаçу пĕр евĕр тăсăлчĕ, анчах часах вăл сӳрĕкленчĕ, чарăнкалама пуçларĕ... Паузăсем вăрăмлансах пычĕç. Сурчăк çăварсенче шутсăрах тĕлĕнмелле нумай пуçтарăнчĕ. Ачасен çăварĕсенчи хушăксем пурте фонтансем пек тулса тăчĕç. Шыв илсе ан кайтăр тесе, ачасем аранах хăйсен чĕлхисем айĕнчи путвалĕсене тасатса пыма ĕлкĕрчĕç. Вĕсем темĕн пекех тăрăшсан та, çапах вĕсен пырĕсем тула-тула кайрĕç, çавăн хыççăн вара кашни хутĕнчех шутсăр хăсас килчĕ.
Ачасем иккĕшĕ те шап-шурă шурса кайрĕç, вĕсен сăнĕсем мĕскĕннĕн курăнчĕç. Джонăн вăйсăрланса кайнă пӳрнисем хушшинчен чĕлĕмĕ тухса ӳкрĕ. Томăн та çавнашкалах. Фонтанĕсем çаплах мĕнпур вăйпа тапса тăчĕç, насусĕсем те шутсăр хытă ĕçлерĕç. Юлашкинчен Джо хуллен:
— Эпĕ хамăн çĕççе çухатрăм. Кайса шыраса пăхам-ха... — терĕ. Том тытăнкаласа, чĕтрекен тутапа:
— Эпĕ сана пулăшатăп, — терĕ. — Эсĕ çак еннелле кай, эпĕ — лерелле, шыв юхса выртнă çĕрелле. Çук, Гек, эсĕ пирĕн хыççăн ан пыр, эпир хамăрах тупатпăр, — терĕ.
Гек каллех вырăнне ларчĕ те пĕр сехете яхăн кĕтрĕ. Унтан ăна кичем пек пулчĕ те, вăл юлташĕсене шырама утрĕ. Вăл вĕсене вăрманта шыраса тупрĕ; вĕсен иккĕшĕн те сăнĕсем шап-шурах, хăйсем ыйха тăсаççĕ. Анчах Гека тем систерчĕ; халĕ вĕсем пăртак уçăлна: кăмăлĕсем пăтранни те иртнĕ.
Çав каç апатлашă чукне иккĕшĕ те йăвашшăн шăпах ларчĕç. Гек каçхи апат хыççăн хăйне валли чĕлĕмне тултарчĕ, вĕсем валли те тултарас тесен, Томпа Джо харăсах:
— Кирлĕ мар, пирĕн паян ăшчикре аванах мар, кăнтăрлахи апат çинĕ чух тем лайăх мар япала çирĕмĕр пулмалла, — терĕç.
Çур çĕр тĕлнелле Джо вăранчĕ, юлташĕсене те вăратрĕ. Сывлăш пăчă, вăл тем ырă мар пулассине систерет. Шутсăр шăрăх та пăчă пулсан та, ачасем, вутран юлташла пулăшу ыйтнă пек, ун çумнерех тĕршĕнсе ларчĕç. Шăпланса, темскер пуласса кĕтрĕç. Кăвайт хыçĕнче пур çĕрте те сĕм-тĕттĕм.
Сасартăк чĕтревлĕ ялкăшу йывăç çулçисене тĕксĕммĕн çутатса илчĕ те самантрах пĕтсе ларчĕ. Унтан çутăраххăн ялкăшса илчĕ. Татах та ялкăшрĕ. Унтан йывăç турачĕсем хушшинче темĕнле пит хуллен йынăшнă пек сасă илтĕнсе кайрĕ. Ачасем хăйсен пичĕсем çумĕнче такам сывланине туйса илчĕç те ку çĕрлехи усал иртсе кайрĕ пулĕ тесе чĕтреве ерчĕç. Унтан шăп пулчĕ. Сасартăк каллех теменле телĕнмелле вут-çулăм ялкăшса çĕрлерен кун туса хучĕ, вăл ачасен урисем патĕнче ӳсекен кашни курăка янках çутатрĕ. Çавăн пекех вăл тата хăранипе шап-шурă шуралса кайнă виçĕ ачан сăн-питне те çутатрĕ. Пĕлĕт çинче çӳлтен аялалла аслати сасси такăна-такăна кĕреслетсе, янратса анчĕ те, инçетре салхуллăн мăкăртатса, хуллен-хулленех илтĕнми пулчĕ.
Питĕ сивĕ сывлăш юхăмĕ килсе çапрĕ те иртсе кайрĕ, вăл пĕтĕм йывăç çулçисене хускатса хăварчĕ, кăвайт çинчи кĕле çĕклентерсе, ăна тăман вĕçтернĕ пек вĕçтерсе салатса ячĕ.
Каллех питех те çилĕллĕ вут-çулăм пĕтĕм таврари вăрмана çутатса ячĕ, секундрах шутсăр хытă сасă шатăртаттарса кĕрлерĕ, ачасен пуçĕсем тĕлĕнчех йывăç тăррисем çурăла-çурăла кайрĕç тесен те суя пулме. Каллех тавралăх тĕттемленсен, пиратсем шутсăр хăраса ӳкнипе пĕр-пĕрни çумне тĕршĕнсе ларчĕç. Йывăç çулçисем çине шултра çумăр тумламĕсем патлатма пуçларĕç.
— Ачасем, хӳтлĕхе! — тесе кăшкăрчĕ Том.
Вĕсем сапаланса чупма пуçларĕç, тымарсем çине такăна-такăна, вăрманти виноград хушшинче çаклана-çаклана ларчĕç. Йывăçсем хушшинче урса кайса çил улать, таврара мĕн пуррине пурне те хăйпе пĕрле юрлаттарса шавлаттарать. Çап-çутă çиçĕм татти-сыпписĕр тенĕ пекех çиçет, пĕтĕм хăлхана хуплакан аслати çапса кĕрĕслеттерсе тăрать. Акă чĕреслĕтсе çумăр çума тапратрĕ. Çил-тăвăл, вăйланса пырса, çĕр çинелле татти-сыпписĕр çумăр тăктарчĕ.
Ачасем пĕр-пĕрне тем кăшкăрчĕç, анчах çил уланипе тата аслати кĕрĕслеттернипе нимĕн те илтĕнмерĕ. Çапах та вĕсем пĕрин хыççăн тепри хӳтлĕх патне çитрĕç те, пĕтĕмпех чăрмаланса пĕтнĕскерсем тата йĕпенсе шăнса хытнăскерсем, парăс карса тунă хӳтлĕхе пытанчĕç. Вĕсен тумтирĕсенчен шыв тумлать, анчах кашниех манпа пĕр пек инкек куракан юлташсем пур хăть, тесе хĕпĕртерĕç. Вĕсен сассисене çил-тăвăл хуплас мар пулсан та, ачасен сăмахлама май килмерĕ, мĕншĕн тесен вĕсен тĕлĕнче кивĕ парăс çав тери хытă çатлаттарса тăчĕ. Аслатиллĕ çумăр вăйлансах пычĕ. Юлашкинчен çил капланса килсе, парăса кăкарса лартнине пĕтĕмпех татса пăрахрĕ те ăна аяккалла вĕçтерсе кайрĕ. Ачасем, пĕр-пĕрне аллисенчен тытса, шыв херринпе ларакан мăн юман хӳттинелле чупрĕç, кашни минутрах такăна-такăна хăйсене ăçта килчĕ çавăнта кăвакартса, мăкăльсем лартса та малаллах чупрĕç. Çапла çапăçу хĕрсех пычĕ. Татти-сыпписĕр çиçĕм çиçсе тăнипе пурте витĕрех курăнса тăчĕ, мĕлке таврашĕ те пулмарĕ: авăна-авăна каякан йывăçсем, шавласа юхакан шыв хумĕсем, кăпăкланнипе шап-шурă çилхеллĕ курăнаканскерсем, леш енчи çӳллĕ чул сăртсем, — тĕтрепе чалăш çумăр чаршавĕ витĕр тĕксĕммĕн курăнса лараççĕ. Час-часах пĕр-пĕр вăрман паттăрĕ çапăçура аяла пулса, шатăртаттарса çĕрелле татăлса анать, çамрăк йывăçсене хуçать. Аслати лăпланма пĕлмесĕр кĕрĕслеттерсе, пĕтĕм хăлхана хупласа лартмалла шутсăр хăрушшăн шатăртаттарса, кĕмсĕртеттерме тапратрĕ. Юлашкинчен аслатиллĕ çумăр хăиен пĕтĕм вăйне пуçтарса халиччен курман вăйпа ашкăнма пуçларĕ; пĕтĕм утрава вăл татăкăн-татăкăн вакласа пĕтерсе, ăна çунтарса ярас пек, йывăç тăррисем таранах шывпа тултарас пек, çĕр пичĕ çинчен те шăлса ывăтас пек туйăнчĕ. Çак каç килсĕр ачасемшĕн питех те хăрушă каç пулчĕ.
Юлашкинчен çапăçу лăпланчĕ, пĕр-пĕринпе вăрçакан çарсем каялла чакма пуçларĕç, вĕсем юнанисемпе ылханнисем хуллентерех те хуллентерех илтĕнсе пычĕç, ерипенех вара вăрманта ĕлĕкхи пекех пулса тăчĕ. Сехрисем чылай хăпнă ачасем хăйсен лагерьне таврăнчĕç, унта вара вĕсем хăйсем çапах та телейлĕ пулнине курчĕç: вĕсен смоковницине çĕрле аслати çапнă (вĕсем ялан мăн смоковница айĕнче çĕр каçнă), çавăн айĕнчех юлнă пулсан, вĕсем пĕтнĕ пулĕччĕç.
Лагерьте пурте, вăл шутрах кăвайчĕ те, витĕрех йĕпеннĕ, мĕншĕн тесен вĕсем, ытти ачасем пекех, ăна тирпейлесе хурасси çинчен шухăшлама та пĕлмен, кăвайтне çумăр шывĕнчен хăтарас тесе пĕртте тăрăшман. Çакă питех те лайăх мар, мĕншĕн тесен виççĕшĕ те лачкам йĕпеннипе сиксех чĕтреççĕ. Вĕсем хăйсем кӳреннине вичкĕннĕн каласа пĕлтерчĕç, анчах кайран вĕсем вут мăн пĕрене айнелле шалаллах кĕрсе кайнине асăрхарĕç. Пĕрени çӳл еннелле чăмăрланса, çĕр тĕлĕнче аслăк пек хупласа тăрать, çавăнпа кăвайтăн пĕр тĕлĕ, ывăç тупанĕ сарлакăш пек, йĕпенмесĕр юлнă. Ачасем ĕçе пуçăнчĕç, выртакан йывăç вуллисем айĕнчен шанкă-çатăрка таврашĕ тата хуйăр пуçтарчĕç те питĕ тăрăшса ĕçленипе юлашкинчен вутта вăйлатса ячĕç, вĕсен кăвайчĕ вара, каллех тивсе, вăйлăн ялкăшса кайрĕ. Вĕсем унта пысăк типĕ туратсем пухса хучĕç, вутти вара тимĕрç вучаххи пекех карлаттарма тапратрĕ, ачасем каллех хăйсене телейлĕ туйрĕç. Хăйсен какайне типĕтсе, вĕсем питех те аван апатланчĕç те, вут çумне вырнаçса, хăйсем çĕрле тĕлĕнмелле лайăх мыскара курни çинчен ирчченех калаçса ларчĕç: çывăрас тесен, çапах ниçта та вырăн çук, мĕншĕн тесен йĕри-тавра пĕр типĕ вырăн та юлман.
Хĕвел тухсанах, ачасене ыйхă аптратма пуçларĕ. Вĕсем шыв хĕрринчи хăйăрлă вырăна кайрĕç те çывăрма выртрĕç. Часах вĕсене хĕвел пĕçертме пуçларĕ, вĕсем тăчĕç те салхуллăн хăйсем валли ирхи апат хатĕрлеме тытăнчĕç. Апатланнă хыççăн вĕсен каллех кăмăлĕсем пăсăлчĕç, алли-урисем вĕсен хытса ларчĕç, вĕсем хăйсен ăшĕсенче каллех киле каясшăн хуйхăрма пуçларĕç. Том çавна сисрĕ те пур майпа та пиратсене йăпатма тăрăшрĕ. Анчах вĕсене мрамор шариксем те, цирк та, шыва кĕресси те йăпатаймарĕç. Вăл вĕсене хăйсен пĕр пысăк вăрттăнлăхĕ çинчен, астутарчĕ, вара тинех ачасем кăшт савăнса кайнă пек пулчĕç. Çав савăнăç сирĕлсе кайиччен Том вĕсене çĕнĕ япала шухăшласа кăларнипе интереслентерме васкарĕ. Вăл вĕсене хăйсем пиратсем пулнине вăхăтлăха манма хушрĕ те индеецсем пулса пăхма сĕнчĕ. Çав шухăш ачасене илĕртнĕ пек туйăнчĕ. Вĕсем пĕр самантрах тумтир таврашсене хывса пăрахрĕç те, хăйсене хура пылчăкпа сăрласа, зебрăсем пекех йăрăмлăскерсем пулса тачĕç. Çавăн хыççăн вара вĕсем, акăлчан ялне тапăнас тесе, вăрманалла тапранса кĕрсе кайрĕç. Паллах, кашниех унта çулпуçĕ пулчĕ.
Хуллен-хулленех вĕсем пĕр-пĕринпе хирĕçекен виçĕ ăру пулса тăчĕç.
Хăрушшăн кăшкăрса, вĕсем пытанса ларнă çĕртен сике-сике тухрĕç те пĕр-пĕрне пырса тапăнчĕç, тăшмана пиншерĕн-пиншерĕн вĕлерсе [[I,566]]. Çав кун пайтах юн юхре ĕнтĕ, ачасем вара кăмăллă пулчĕç.
Каçхи апат тĕлнелле вĕсем, выçăскерсем те телейлĕскерсем, лагере пуçтарăнчĕç. Анчах кунта печĕк чăрмав сиксе тухрĕ, пĕр-пĕринпе хирĕçекен индеецсен çавăнтах хăйсен хушшинче килĕшӳ тумалла пулчĕ. Ахаллĕн вĕсем туслăх çăкăрне хуçса çиме те пултараймарĕç, мир тумалли чĕлĕме туртмасăр епле мир тума пулать-ха? Чĕлĕмсĕрех мир тăвассине ăçта илтнĕ ăна? Дикарьсенчен иккĕшĕ ĕмĕрлĕхех пиратра юлма хатĕр пулатчĕç пулĕ. Анчах урăх нимĕн тумалли те çук, ирĕксĕрех вара вĕсем, хăйсем савăннă пек пулма тăрăшса, чĕлĕм кăларма ыйтрĕç, кашниех вăра черетпе туртса пăхрĕç. Юлашкинчен вĕсем индеецсем пулнăшăн хĕпĕртесе те кайрĕç: халĕ ĕнтĕ вĕсем «çухалнă çĕççе шырама» кайса çӳремесĕрех пăртак турткалама пултараççĕ. Халĕ вĕсен хăсасси килчĕ те, анчах вăл ĕлĕкхи пек питех асаплантармарĕ. Вĕсем хăйсене çавăн пек май килсе тухнипе усă курма васкарĕç. Каçхи апат хыççăн вĕсем асăрхансарах хăйсен опытне тепĕр хут туса пăхрĕç; ку хутĕнче вара вăл ăнăçлах пулчĕ, çавăнпа та каç питех савăнăçлăн иртрĕ. Вĕсем çĕнĕ искусствăна вĕреннĕшĕн шутсăрах мăнаçланса хĕпĕртерĕç, хăйсем тăруках ултă индеец ăрăвĕн тирĕпе скальпĕсене сӳсе илме пултарнă пекех савăнчĕç. Халĕ вĕсене пăрăхса хăварар-ха: табак туртса, лăпăртатса, мухтанса ларччăрах вĕсем. Пĕр хушша эпир вĕсемсĕр те ирттерме пултаратпăр.
17-мĕш сыпăк. Пиратсем хăйсене пытарнă çĕре пыраççĕ
Шăматкун каçхине çанталăк тӳлек тăчĕ. Çапах çав каç пĕчĕк хулара пит савăнăçлах пулмарĕ. Полли мăнаккăшĕ, Мэри, Сид тата миссис Гарперăн пĕтĕм килйышĕ,питех хуйхăрса куççуль юхтарса, траурлă тумсем тăхăнчĕç. Хула яланах та ытла шавлă пулман, анчах халĕ унта питех те шăп. Хулара пуранакан çынсем хăйсен яланхи ĕçĕсене аран çеç, сӳрăккĕн ĕçлекелерĕç, сахал сăмахларĕç, час-часах йывăррăн сывласа илчĕç. Пĕчĕк ачасемшĕн те шăматкун канасси йывăр килнĕ пек туйăнчĕ. Вĕсен вăййисем майлашса пымарĕç, хуллен-хулленех, хăйсен ăссĕнех чарăна-чарăна ларчĕç.
Каç пуласпа Бекки Тэчер хуйхăрса пушă шкул картишĕ тăрăх пĕчченех утса çӳрерĕ, хăйне хăй вăл питĕ телейсĕр тесе шутларĕ. Ăна йăпатма шкул картишĕнче те нимĕн те тупăнмарĕ. Вăл хăйне хăй:
— Манăн алăра унăн пăхăр шарикĕ пулинччĕ хăть. Ăна асăнмалăх нимĕн те юлмарĕ, — тесе каларĕ.
Бекки макăрса ярасран аран чăтрĕ.
Сасартăк вăл чарăнса тăчĕ те хăйне хăй çапла каларĕ:
— Çавă лăп çакăнта пулнăччĕ те... О, çав халапа тепĕр хут тапратас пулсан, эпĕ ăна мĕн каланине нимпе те, нимпе те калас çукчĕ. Анчах вăл çук, эпе ăна нихçан та, нихçан та, нихçан та курас çук ĕнтĕ.
Çав шухăш йăлтах пусса çитерчĕ ăна, вăл вара куççуль юхтарса тухса кайрĕ.
Унтан ачасем, Томпа тата Джопа пĕрле шкула çӳренĕ юлташĕсем, ушкăнăпех пырса çитрĕç. Вĕсем пурте, хӳме витĕр пăхса, пăчланнă ачасене хисеплесе, хуллентерех сăмахларĕç: хăйсем юлашки хут ăна курнă чухне вăл мĕн-мĕн тунине тата Джо мĕн каланине асăнчĕç. Джо хăйĕн кашни сăмахĕпех усал пулассине систернĕ пек туйăнчĕ вĕсене. Асăнаканĕ кашниех пăчланнă ачасем ăçта тăнине те тĕп-тĕрĕсех кăтарта-кăтарта пачĕç. «Эпĕ хам халь епле тăратăп, çавăн пекех тăнăччĕ вăл — сан пек, юнашарах тăратчĕ. Акă çакăн пек пăхса кулса илсеччĕ. Эпĕ вара темĕн сиснĕ пекех пултăм, — сасартăк çав тери хăрушă пек туйăнса кайрĕ, ăнлантăр-и? Эпĕ ун чухне çав мĕне пĕлтерессине пĕлмен те, халĕ куртăм ĕнтĕ», — терĕ.
Пăчланнă ачасене юлашки хут кам чĕррĕн курнă тесе тавлашма тытăнчĕç вĕсем. Нумайăшĕ çав хурлăхлă чыса хăйсем йышăнасшăн пулчĕç, анчах вĕсен сăмахĕсене ытти свидетельсем каланисем сире-сире пăрахрĕç. Юлашкинчен вилнĕ юлташĕсене кам юлашки хут курса калаçнине пĕлсе илсен, çав телейлĕ ачасем мăнкăмăлланса кайрĕç, ыттисем пурте вĕсене кĕвĕçсе пăхса тăчĕç. Пĕр ачи, лайăхраххине урăх нимĕн те тупаймасăр, мухтансах:
— Лайăх хĕртрĕ-çке мана Том Сойер... Пĕрре! — терĕ.
Анчах вăл чапа тухма хăтланса пăхни ăнăçлă пулмарĕ. Ытти ачисем те пурте тенĕ пекех хăйсем çинчен çавăн пекех калама пултараççĕ вĕт, çавăнпа та вăл ачан лаврĕсем хаклах пулмарĕç. Шкул ачисем пăчланнă геройсене пит хисеплесе асăна-асăна килесене саланса кайрĕç.
Тепĕр ирхине, вырсарникунхи шкулта урок пĕтсен, чиркӳре яланхи пекех чан çапасси вырăнне салхуллăн чан çаннă сасă илтĕне пуçларĕ. Çав макăрнă евĕрлĕ янракан чан сассийĕ вырсарникунхи ир çутçанталăк шухăша кайса тӳлек тăнипе йăлтах килĕшӳллĕ пек. Хулари çынсем пĕрин хыççăн тепри чиркĕвелле сĕнкĕлтетрĕç, хуйхăрмалли япала çинчен шăппăн сăмахламашкăн чиркӳ алăкĕ умĕнче чарăна-чарăна тăчĕç. Чиркĕвенче вара никам та пăшăлтатакан пулмарĕ. Хĕрарăмсем хăйсен сакĕсем патнелле пынă чухне тумĕсемпе кăштăртатни çеç чиркӳри шăплăха пăсрĕ. Пĕчĕк чиркӳ урăх хăçан та пулин çакăн пек тулли пулнине никам та астумасть. Чиркĕве Полли мăнаккăшĕ, ун хыççăн Мэрипеле Сид, вĕсем хыççăн тата Гарперсен йышĕ, пурте хура тум тăхăннăскерсем, пырса кĕрсен, чиркӳре çав тери шăп пулса тăчĕ. Кĕлтăвакансем пурте пĕр çын пек, вăл шутра ватă пачăшкă та, вĕсене хисеплесе ура çине çĕкленчĕç те çав пăчланнă ачасен тăлăха юлнă хурăнташсем малти сак çине вырнаçса ларичченех ура çинче тăчĕç. Унтан каллех питĕ шăп пулчĕ, хушăран хуллен ĕсĕклесе илнисем çеç илтĕнкелерĕç, кайран пачăшкă аллине çӳлелле çĕклерĕ те кĕлтума тапратрĕ. Кăмăла çемçетсе яракан гимн юрланă хыççăн «Эпĕ чĕрĕлĕх те, пурнăç та» текен кĕлле вуларĕ вăл.
Унтан пачăшкă çав пăчланнă ачасем питех те тивĕçлĕ те ырă кăмăллă тата шутсăр тăнлă-пуçлă пулни çинчен каларĕ. Çакăн хыççăн çав телейсĕр ачасен тивеçлĕхĕсене пĕртте астуса пăхманшăн, вĕсен айăпĕсемпе кăлтăкĕсене çеç курма тăрăшнăшăн ӳкĕнме пуçламан çын та юлмарĕ.
Пачăшкă çав пĕтнĕ ачасем хăйсен пурнăçĕнче пĕр виç-тăватă хутчен ырă япала туни çинчен каласа кăтатрĕ, çавăнпа та вара çав ачасен çемçе, ырă кăмăлĕ палăрчĕ. Итлекенсем халĕ çав тĕлĕнмелле ачасем питĕ ырă та лайăх пулнине курма пултарчĕç, унчченрех пек хăтланнисемех вĕсене шутсăр асса хăтланнă пек, çавăншăн лайăх чĕн пиçиххипе хĕртме тивĕçлĕ пек туйăннă, халĕ ĕнтĕ вĕсем хăйсем çавăн пек шухăшланăшăн хуйхăрчĕç.
Пачăшкăн сăмахĕ çынсен кăмăлĕсене çемĕçтернĕçемĕн хытăрах çемĕçтерсе пычĕ. Юлашкинчен вара пурте, пĕр çын пек пулса, ачасен хурăнташĕсем хыççăн макăрма тапратрĕç, пачăшкă хăй те тӳсеймесĕр кафедра çинче тăнă çĕртех куççульне юхтарчĕ.
Хор çинче тем шавлани илтĕнсе кайрĕ, çавна никам та астуса пăхмарĕ. Тепĕр минутранах чиркĕве кĕмелли алăк кăрик! туса уçăлчĕ.
Пачăшкă хăйĕн куççульпе тулнă куçĕсене сăмса тутрипе шăлса илчĕ те хор çинелле пăхрĕ, тĕлĕнсе хытсах кайрĕ вăл.
Малтан пĕр мăшăр куç, унтан тепĕр мăшăр тата виççĕмĕш те пачăшкă куçĕсем хыççăн пăхма пуçларĕç, унтан чиркӳри çынсем, пурте хăйсен вырăнĕсенчен кар тăрса, куçĕ-пуçĕсене чарса пăрахсах, виçĕ вилĕ клирос тăрăх епле утнине сăнарăç. Том малта пырать, ун хыççăн — Джо, чи хыçалта усăна пыракан çĕтĕк-çатăк тумтирлĕ Гек хăракаласа утать. Вĕсем, хăйсене асăнса каланă сăмаха итлесе, пушă хор çинче пытанса ларнă иккен.
Полли мăнаккăшĕ, Мэри тата Гарперсем хăйсен вилĕмрен чĕрĕлнĕ юратнă ачисене сырса илчĕç: вĕсене хытă чуптурĕç, вĕсем çăлăннăшăн турра тав турĕç. Мĕскĕн Гек хăйне çавăн чухлĕ çын чалăшшăн пăхнинчен ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ, нимĕн тума аптраса, вăтанса тăчĕ. Вăл йĕри-тавралла пăхкаларĕ. Аяккалла шăвăнма тесе çеç тăнă Том ăна ярса тытрĕ те Полли мăнаккăшне:
— Кун пек хăтланма юрамасть. Камăн та пулин Гекшăн хĕпĕртемеллех ĕнтĕ,- — терĕ.
— Хĕпĕртемесĕр — хĕпĕртеççех, хĕпĕртеççех ĕнтĕ. Эпĕ хам та çав мĕскĕн тăлăха курнăшăн хĕпĕртетĕп, — терĕ лешĕ.
Полли мăнаккăшĕ арçын ачана ачашлама тытăнчĕ, çавăнпа Гек пушшех вăтанса кайрĕ.
Сасартăк пачăшкă мĕн вăй çитнĕ таран кăшкăрса каларĕ:
— Турă пире ырлăх кăтартнăшăн, ачасене чĕртсе тăратнăшăн, пуриншĕн те ăна мухтав! Пĕтĕм чĕререн ăна мухтав юрри юрлар! — терĕ.
Пурте юрлама тапратрĕç. Авалхи тав тумалли гимн пĕтĕм чиркĕвĕпе савăнăçлăн янраса тăчĕ, тинĕс çинчи пират Том Сойер, хăйне кĕвĕçекен юлташĕсем çинелле çаврăна-çаврăна пăхса, ку ĕнтĕ унăн пурнăçĕнче чи лайăх минут пулнине туйса тăчĕ. Килĕсене саланнă чухне приход çыннисем пĕр-пĕрне çапла каларĕç: «Пире нимĕн намăса пĕлмесĕр улталарĕç пулин те, эпир тепĕр хут та ухмаха тăрса юлма хатĕр пулаттăмăр пулĕ, авалхи тав тумалли гимн çав тери тĕлĕнмелле лайăх юрланине те пĕр хут та илтесчĕ», — терĕç.
Çав кун Тома — Полли мăнаккăшĕ кăмăлне пула — çав тери нумай чышкă лекрĕ. Мăнаккăшĕ чуптурĕ те ăна, çавсем ĕнте пĕр çулталăка та çитетчĕç пулĕ, тапхăрĕ-тапхăрĕпе Тома акă çакăн пек туйăнчĕ: «Мăнаккăше хăйне юратни турра тав тунипе юратса чуптунинчен мар, чышкă парса илнисенчен ытларах палăрса тăрать», — терĕ вăл.
18-мĕш сыпăк. Том хăй курнă тĕлĕкĕ çинчен каласа кăтартать
Томăн питех те пысăк вăрттăнлăхĕ çакă пулнă та ĕнтĕ: вăл, хăй пирачĕсемпе пĕрле киле таврăнса, хăйсене пытарнă çĕрте пулма шутласа хунă-мĕн. Шăматкун вĕсем, пĕрене çине ларса, Миссури шывĕ хĕррине çитнĕ, хăйсен хулинчен пĕр пилĕк-ултă миля анаталларах тухнă та укăлчаран инçетрех мар вăрманта çĕр каçнă, тул çутăлнă-çутăлманах вĕсем пахча хыçĕсемпе хулана пырса çитнĕ те чиркӳри хор çинче, арăш-пирĕш выртакан çĕмрĕк тенкелсем хушшисенче канлĕн, лайăхах çывăрса тăраннă.
Тунтикун ирхине апатланса ларнă хушăра Полли мăнăккăшĕпе Мэри Том çине шутсăрах кăмăллăн пăхрĕç, ăна мĕн кирлине пурне те юратсах туса тăчĕç. Сĕтел хушшинче ахаль чухнехинчен тем пекех нумай вăхăт хушши халап ярса ларчĕç. Ытти сăмахсем хушшинче Полли мăнаккăшĕ çапла каларĕ:
— Куртăнни, Том, тен, вăл питех мыскаралла туйăнать пулĕ, пĕр эрне хушши тенĕ пек пурне те асап тӳсмелле турăр, хăвăрăн çеç, ачасен, савăнмалла пултăрччĕ сирĕн шутпа. Анчах эсĕ çав тери ырă мар пулнăшăн, мана çав тери асап кăтартма пултарнăшăн эпĕ питех те хурланатăп. Эсĕ, хăвна пытарнă çĕрте пулмашкăн шыв урлă пĕрене çинче ишсе каçма пултарнă пулсан, киле кĕрсе пăхма та пултарайăттăн, хăв вилменни çинчен, тухса тарнии çинчен эсĕ мана пĕр-пĕр паллăпа та систерме пултараттăн.
— Ара, эсĕ ăна тума пултараттăн çав, Том, — терĕ Мэри, — ху астуса илнĕ пулсассăн, паллах, эсĕ тăваттăнччĕ ĕнтĕ.
— Чăнах-и, Том? Тăваттăн-и? — тесе ыйтрĕ Полли Мăнаккăшĕ. Унăн пичĕ тăрăх вара хăйĕн та çавăн пекех тума пултарас килни палăрса тăчĕ. — Кала-ха, эсĕ, çавна астуса илнĕ пулсан, тăваттăнчĕ-и? — терĕ вăл.
— Пĕ-ĕлместĕп... Ун пек тăвас пулсан, пĕтĕм эффект пĕтсе ларатчĕ вĕт.
— Ах, Том, эсĕ мана çавăн чул та пулин юрататăн пулĕ тесе ĕмĕтленнĕччĕ эпĕ! — терĕ Полли мăнаккăшĕ çав тери хурланса. Çакна илтсен, Том ирĕксĕрех вăтанса кайрĕ. — Эсĕ çавăн çинчен шухăшлас пулсан та, маншăн хаклă пулĕччĕ, ăна тăвасси çинчен каламастăп та ĕнте...
— Ну, мăнаккам, вăл инкек пулниех мар-ха, — терĕ Мэри хушша кĕрсе, — Том ухмаха ернĕ пекех çӳрет вĕт: вăл яланах шутсăр васкать, шухăшлама та ерçмест.
— Вăл тата та лайăх мар вара. Сид шухăшлатчĕ ĕнтĕ. Сид килетчĕ те хăй чĕрри çинчен калатчех ĕнтĕ. Ах, Том, эсĕ хăçан та пулин каялла çаврăнса пăхсан, мана пăртак та пулсан юратма тăрăшманшăн ӳкĕнĕн-ши?.. Ӳкĕнĕн те, анчах та кая пулĕ.
— Ма апла калатăр мăнаккам, эпĕ сире юратнине эсир хăвăр та пĕлетĕр вĕт, — терĕ Том.
— Санăн сăмаххусем ĕçре палăрса тăнă пулсан, эпĕ ăна лайăхрах пĕлĕттĕм.
— Мăнаккам, эпĕ çавăн çинчен шухăшламаншăн чăнах та питĕ кулянатăп, — терĕ Том, унăн сассинче ӳкĕнни палăрса кайрĕ. — Уншăн эпĕ сире тĕлĕкре куртăм, — вăл та мĕне те пулин пĕлтерет вĕт.
— Вăл нумаях тăмасть те ĕнтĕ, — кушак та хăшпĕр чухне тĕлĕксем курать вĕт, — çаплах та вăл нимĕн çуккинчен лайăхрах пак. Мĕн куртăн-ха эсĕ тĕлĕкре?
— Акă мĕн. Юнкун каçхине эпĕ тĕлĕкре çапла куртăм: эсĕр кравать патĕнче, ав çавăнта, ларатăр пек. Сид сирĕн çумăрта йывăç ещĕк патĕнче, унпа юнашарах Мэри ларать пек...
— Мĕн вара, эпир чăнах та çавăн пек ларнăччĕ. Эпир яланах çапла ларатпăр. Эсĕ пăртак та пулин пирĕн çинчен тĕлĕкре астуса илнĕшĕн эпĕ хĕпĕртетĕп.
— Унтан эпĕ акă мĕн куртăм: Джо Гарперăн амăшĕ кунта килнĕ пек.
— Э, вăл чăнах та кунта пулнăччĕ вĕт. Тата мĕн куртăн эсĕ?
— О, шутсăр нумай куртăм! Анчах халь пурте пăтранса пĕтрĕç.
— Астуса илме тăрăш, эппин. Нивушлĕ астума пултараймастăн?
— Тата эпĕ тĕллентем: çил... ия, çил сӳнтерсе лартрĕ пек...
— Астуса ил, Том, темĕскер сӳнтерсе лартрĕ... Мĕне сӳнтерчĕ-ха вăл, çав çил?
Том пӳрнисене çамки çумне хытă пăчăртаса тăчĕ те пĕр минут хушши пăшăрханса пĕтнĕ хыççăн çапла каларĕ:
— Астуса илтем! Астуса илтем! Çил çуртана сӳнтерсе лартрĕ.
— Турă çырлах! Малалла, Том, малалла кала!
— Тăхтăр-ха, астуса илме парăр... Ара! Эсир каларăр — çак алăка питĕрмен пек туйăнать, терĕр.
— Ия, эпĕ чăнах та çапла каларăм-çке. Астăватăн-и? Мэри? Кайран мĕн?
— Унтан... унтан... Эпĕ пĕлместĕп, анчах эсĕр Сида ятăр пек туйăнать, мĕн тума... Мĕн тума-ха?
— Ну? Ну? Аçта ятăм эпĕ Сида? Ăçта? Ăçта?
— Эсĕр ăна ятăр, эсĕр... Эсĕр ăна ятăр... алăк питĕрме.
— Турăшăн та! Ĕмĕрте те эпĕ çавăн пеккине илтменччĕ. Тĕлĕксене ĕненмесĕр тăр ĕнтĕ çавăн хыççăн. Халех чупатăп миссис Сирини Гарпера çавăн çинчен каласа кăтартмашкăн. Курăпăр-ха, çавăн йышши тĕлĕксем пустуй тесе лăпăртатĕ-ши вăл çакăн хыççăн? Кала ĕнтĕ, Том, малалла мĕн пулнине?
— Халĕ, мăнаккам, эпĕ пурне те витĕрех астуса илтĕм. Унтан эсĕр каларăр, эпĕ усал ача мар, терĕр, асса çӳреме юратаканскер çеç терĕр, манран ыйтасси те вăл, — мĕнле каларăр-ха эсĕр? — тихаран ыйтассипе пĕрех терĕр пулмалла...
— Ия, ия, чăнах та çавăн пек каларăм эпĕ. Ах, турă çырлахах. Малалла мĕн, Том?
— Унтан эсир макăрса ятăр.
— Тĕрĕс, терĕс, макăртăм. Пуçласа çеç макăрмарăм ăна. Унтан мĕн?
— Унтан миссис Гарпер та макăрса ячĕ, Джо та лайăх теме пуçларĕ... «Хамах сапса янă хăймашăн ăна пустуй хĕртнĕ пирки пит кулянатăп», — терĕ...
— Том, турă сывлăшĕ пырса кĕнĕ сан ăшна! Вăл мĕн пулнине тĕп-тĕрĕс кăтартса паракан тĕлĕк пулнă-çке! Ах, тур-тур! Малалла кала!
— Унтан Сид каларĕ... вăл каларĕ...
— Эпĕ нимĕн те каламанччĕ пулмалла, — терĕ Сид,
— Çук, Сид, эсĕ каларăн, — терĕ Мэри.
— Чарăнăр-ха, ан кансĕрлĕр Тома! Том, мĕн каларĕ-ха вăл?
— Вăл каларĕ: мана пĕлĕт çинче çĕр çинчен лайăхрах пулĕ тесе шутлатăп, терĕ. Анчах эпĕ хам лайăхрах пулнă пулсассăн...
— Эсĕр илтетĕр-и? Вăл унăн чăн сăмахĕсем вĕт.
— Вара эсĕр ăна чарăнма хушрăр.
— Хушмасăр, хушрăм çав. Çук, кунта ангел пулнă. Ăна сана ангел систернĕ.
— Унтан миссис Гарпер Джо çинчен калама пуçларĕ, вăл унăн сăмси патĕнчех пистонпа шартлаттарни çинчен каларĕ, эсир ăна Питер кушак аçи çинчен тата «ыратнине лăплантаракан эмел» çинчен каласа кăтартрăр.
— Тĕрĕс! Тĕрĕс!
— Унтан эсир нумайччен каласа тăтăр, пире шывра епле шырани çинчен... тата вырсарникун пире пытарасси çинчен, унтан эсĕр миссис Гарперпа иксĕр ыталашса макăрма тытăнтăр, унтан вара вăл тухса кайрĕ....
— Çаплах çав, çапла! Вăл питех те тĕрĕс, эпĕ халĕ çак вырăнта ларни пекех тĕрĕс. Эсĕ, пурне те хăв куçупа курнă пулсан та, çавăнтан тĕрĕсрех каласа кăтартма пултарас çукчĕ. Кайран тата мĕн пулчĕ?
— Кайран эсир маншăн кĕлтурăр пулмалла, эпĕ, сире курса, сирĕн кашни сăмахăрах илтсе тăтăм.
Унтан эсĕр çывăрма выртрăр, эпĕ питех хĕрхентĕм, çавăнпа смоковница хуппи татăкĕ çине: «Эпир вилмен, эпир пиратсем пулмашкăн тухса тартăмăр анчах», — тесе çыртăм та хуйăр татăкне çурта çумне хутăм, эсир вăл вăхăтра çывăраттăрччĕ, сирĕн питӳ çав тери кăмăллăччĕ, эпĕ пырса пĕшкĕнтĕм те сире тутаранах чуптуса илтĕм.
— Чăнах-и, Том, чăнах-и? Куншăн эпĕ сана пĕтĕмпех каçаратăн.
Вăл çавăнтах арçын ачана çав тери хытă ыталаса пăчăртаса илчĕ те, Тома вара хăй чи телейлĕ ача пек туйăнса кайрĕ.
— Кусем ĕнтĕ, тĕлĕкре пулсассăн та, аван та кăмăла каймалла, — терĕ Сид хăй ăссĕн. Анчах унăн сăмаххисем хыттăнрах, пурне те илтĕнмеллех тухрĕç.
— Ан шарла, Сид! Çын чăнласа мĕн тăвать, тет, тĕлĕкре те çавăн пекех тăвать. Акă сана пысăк улма, Том! Эпĕ ăна эсĕ киле таврăнать пулĕ тесех юриех сыхласа усрарăм. Ут часрах шкулалла... Турă мана хĕрхеннĕшĕн, сана каяллах тавăрса панăшăн турра тав, мĕншĕн тесен турă вăл хăйне ĕненекенсемшĕн, хăй хушнисене туса тăракансемшĕн ырă кăмăллă та нумай чăтăмлă, эпĕ унăн ырлăхне курма тивĕçлĕ мар пулсан та... Вăл пĕр тйвĕçлĕ çынсене çеç хăйĕн ырлăхне кăтартса пулсан, хăйĕн ырă аллине çавсем патнелле çеç тăсас пулсан, халĕ çакăнта кулса хĕпĕртекен çынсем тата вилсен вăл пурăнакан çап-çутă та таса çĕре кĕме тивĕçлĕ çынсем сахал пулĕччĕç... Уттарăрах ĕнтĕ, Сид, Мэри, Том, — часах кайăр, эсĕр ытла та нумай тытса тăтăр мана.
Ачасем шкула кайрĕç. Карчăкĕ тĕлĕнмелле тĕрĕс тĕлĕкне каласа кăтартмашкăн миссис Гарпер патне, вăл хăватсем таврашне ĕненменничен кулма тесе, ун патнелле васкаса утрĕ. Сид килтен тухса кайнă чухне хăй мĕн шухăшланине пĕлтерме кирлĕ мар, терĕ. Вăл акă мĕн шухăшларĕ:
«Кунта темĕн те пулсан пурах вара. Пĕр йăнăшмасăр-тумасăр çавăн пек вăрăм та çыпăçуллă тĕлĕк тĕлленме пулать-и вара?»
Чăн-чăн герой пулса тăчĕ ĕнтĕ Том! Вăл ăçта килнĕ унта тĕрткелесе, сиккелесе çӳремерĕ, хăйне хăй мăннăн тытрĕ, пĕтĕм çын хăйне пăхса тăнă чухне пиратăн мĕнле çӳремелле, çавăн пек çӳрерĕ. Вăл ушкăнĕпе хăй çине пăхнине курмăш, пăшăлтатнисене илтмĕш пулма тăрăшрĕ, анчах çавсем ăна шутсăрах хĕпĕртеттерчĕç. Пĕчĕк арçын ачасем ун хыççăнах чупса çӳрерĕç, хăйсем унпа пĕр компанире çӳренине ыттисем курнăшăн тата хăйсем унпа пĕрле пынине вăл тӳснĕшĕн хĕпĕртерĕç. Пĕр-пĕр ушкăн пуçĕнче параппан çапса пыракан пек е хăй хыççăн пĕтĕм зверинеца ертсе хулана утса кĕрекен пил пек пычĕ Том. Унăн тантăшĕсем вăл çухалса çӳренине пĕлмĕш пулма тăрăшрĕç, анчах хăйсен ăшĕнче шутсăрах кĕвĕçсе асапланчĕç. Ун пек хĕвелпе пиçĕ ӳт-тирлĕ пулас тата ун пек чапа тухас пулсан, вĕсем çавăншăн тĕнчере мĕн пуррине йăлтах панă пулĕччĕç. Анчах Том хăйне тĕнчере кирек мĕнле ырлăх парсан та, цирка кĕме выран парсан та, ни кунпа та, ни лешĕнпе те уйрăлас çук.
Шкулта вĕренекенсем Джо Гарпера та пĕрмаях асăнчĕç. Çавăнпа Джо та тӳсме çук «мăнкăмăлланма» тапратрĕ. Томпа Джо питех те хытă итлесе тăракан ачасене хăйсем мĕн курса çӳренисем çинчен каласа панă чухне çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем вĕçĕмсĕрех шухăшласа кăларчĕç. Юлашкинчен геройсем хăйсен кĕсйисенчен чĕлĕмĕсене туртса кăларса, çавă вĕсемшĕн нимĕн те мар пек, тĕтĕм тĕтĕрме тапратсан, вĕсем пĕтĕмпех чапа тухрĕç.
«Халĕ Бекки Тэчерсăрах пурăнма пултаратăп. Мана мухтав та çитĕ. Малалла мухтава тухасшăн пурăнăп», — тесе шутларĕ Том. Халĕ ĕнтĕ, вăл çав тери чапа тухнă чухне, Бекки, тен, унпала килĕшесшĕн те пулĕ. Пултăрах! Том та хăшпĕр çынсем пекех сивĕ пулма пултартнине те курĕ-ха вăл. Акă Бекки те. Том ăна курмăш пулчĕ. Вăл, аяккалла кайса, арçын ачасемпе хĕрачасен ушкăнĕ патне пырса тăчĕ те вĕсемпе калаçма тапратрĕ. Часах Том хайхи Бекки савăнăçлăн каллĕ-маллĕ чупкаласа çӳренине курах кайрĕ. Бекки пичĕ хĕп-хĕрле хĕрелсе кайнă, куçĕсем унталла-кунталла сиккелеççĕ, вăл хăйĕн юлташĕсене хăваласси çинчен çеç шухăшланă пек курăнать, — пĕр-пĕр хĕрачана хăваласа çитсе тытсан, кашни хутĕнчех хаваслăн кăшкăрса кула-кула илет.
Çав вăхăтрах тата Том акă мĕн асăрхарĕ: Бекки Том çывăхĕнчерехри хĕрачана тытма тăрăшать, çав хушăрах вăл Том çинелле шăтарас пекех пăха-пăха илет. Çака вара Тома шутсăрах хĕпĕртеттерчĕ. Анчах кăмăлне çемçетес вырăнне вăл хăй тĕллĕн киленсе, мăнкăмăлланса пычĕ, вăл Беккие пушшех курмăш пулма тăрăшрĕ. Вара Бекки хĕрачасем хыççăн хăваласа чупма пăрахрĕ те тем именнĕ пек аяккарахра уткаласа çӳреме тытăнчĕ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе йывăррăн сывласа илсе, хуйхăллă куçĕсемпе Том çине вăрттăн пăхкаларĕ. Сасартăк вăл Том пуринчен те ытларах Эмми Лоренспа калаçнине астуса илчĕ. Ун ăшĕ тем пекех вăркама тапратрĕ, вăл аяккалла утма хăтланчĕ. Анчах апла тăвас вырăнне хăйне итлемен урисем ăна Эммипе Том тăракан ушкăн патнарех илсе пычĕç. Томпа юнашар тенĕ пекех пырса тăчĕ те, хăй савăнăçлă пек пулса, пĕр юлташне:
— Лайăх мар хĕрача çак эсĕ, Мэри Остип! Мĕншĕн-ха эсĕ паян вырсарникунхи шкула пымарăн? — терĕ.
— Эпĕ пынăччĕ. Эсĕ курмарăн-и вара?
— Çук, курмарăм, вăт тĕлĕнмелле япала. Ăçта лартăн вара эсĕ?
— Яланхи пекех мисс Питерс класĕнче. Эпĕ сана куртăм.
— Чăнах-и? Мыскаралла туйăнать пулĕ эпĕ çапла сана астуманни. Эпĕ сана пирĕн пикник пулать тесе калас тенĕччĕ.
— Э, вăл интереслĕ япала. Кам тăвать пикникне?
— Анне... ман валли тăвать.
— Ах, питех аван. Мана чĕнеççĕ-ши?
— Паллах, чĕнеççĕ. Пикник — манăн. Кама чĕнес тетĕп, çавна чĕнетĕп. Сана чĕнесшĕнех ĕнтĕ эпĕ.
— Ах, мĕнле кăмăллă эсĕ. Хăçан пулать-ха вăл?
— Часах. Тен, каникул пуçламăшĕнчех...
— Вăхăт савăнăçлă пулать. Эсĕ пур арçын ачасемпе хĕрачасене те чĕнетĕн-и?
— Ия, хамăн пур туссене те... тата манпа туслă пулас текенсене пурне те.
Бекки вăрттăн Том çине пăхса илчĕ, анчах Томĕ вăл вăхăтра Эмми Лоренса утравра питех хăрушă çил-тăвăл пулни çинчен каласа тăчĕ, вăл мăн смоковницăран виçĕ утамра кăна тăнă чухне ăна аслати çапса йăлтах «турпасласа» пĕтерни çинчен каларĕ.
— Манăн пикника пыма юрать-и? — тесе ыйтрĕ Гресси Миллер.
— Ия.
— Манăн та-и? — тесе ыйтрĕ Салли Роджерс.
— Ия.
— Манăн та-и? — тесе ыйтрĕ Сюзи Гарпер. — Джона та юрать-и?
— Ия.
Пурте пĕр пек ыйту пачĕç, хирĕç «ия» тенине илтсен, пурте хĕпĕртесе алă çупрĕç, юлашкинчен Томпа Эммисĕр пуçне пурте хăйсене чĕнтерттерчĕç.
Анчах Томĕ сăмахлама пăрахмасăрах лăпкăн аяккалла утрĕ, хăйпе пĕрле Эммине ертсе кайрĕ. Беккин тути чĕтрерĕ, куççулĕ тухрĕ, анчах вăл, хĕпĕртенĕ пек пулса, хăй тарăхнине пытарчĕ, çапла малаллах лăпăртатса калаçса тăчĕ. Çапах та унăн пикникпа тата ытти мĕнпур япалапа интересленесси пĕтĕмĕшпех пĕтсе ларчĕ. Вăл хăйне хупăрласа тăракан юлташĕсенчен уйрăлса утма васкарĕ, пĕр çын та курман вырăна кайрĕ те, хĕрарăмсем калашле, «тăраничченех макăрчĕ», кайран вара шăнкăрав пуличченех унта çилленсех, салхуллăн ларчĕ.
Шăнкăрав пулсан, вăл тăчĕ, сарă çивĕчĕсене силлентерсе илчĕ те, темĕнле шухăш тытнине палăртса:
«Халĕ ĕнтĕ эпĕ мĕн тумаллине хамах пĕлетĕп», — терĕ.
Переменăра Том, хăй Беккине тарăхтарнăшăн шутсăр савăнса, каллех Эмми Лоренспа калаçрĕ. Татах та Бекки чĕрине вĕчĕлтеттерес тесе, вăл ăна юри шырама утрĕ. Юлашкинчен вăл ăна шыраса тупрĕ те вара унăн петĕм телейĕ таçтах кайса çухалчĕ: Бекки шкул хыçĕнчи стена çумĕнче, Альфред Темпльпа пĕрле тенкел çинче, лара парать. Вĕсем иккĕше те картинкăллă кĕнеке пăхса лараççĕ, çав ĕçе шутсăрах чикĕннипе вĕсем ыттине нимĕне те астуман пекех. Пуçĕсемпе вĕсем кăшт çеç пĕр-пĕрне сĕртĕнмен. Том ăшĕнче кĕвĕçесси вĕреме тапратрĕ. Вăл хăйне хăй кураймиех пулчĕ: «Бекки хăй сĕннĕ майпала мĕншĕн-ха эпĕ килĕшмерĕм-ши, епле эпĕ ăна йышăнмасăр хăварма пултартăм-ши?» — терĕ. Вăл хăйне хăй ухмах терĕ, хăй шухăшласа кăларма пултарнă пек, ытти лайăх мар сăмахсемпе те хăйне хăех вăрçрĕ. Хурланнипе унăн макăрас килчĕ. Эмми çаплах савăнăçлăн пакăлтатрĕ, мĕншĕн тесен унăн чĕри питех те савăнса хĕпĕртерĕ. Анчах Томăн чĕлхи çĕтнĕ пекех пулчĕ. Вăл Эмми мĕн каланисене илтмерĕ те, Эмми хирĕç каласса кĕтсе чарăнса тăрсан, Том «ия», «ия» çеç текелерĕ, хăш-пĕр чухне çапла калани вуçех те вырăнсăр пулчĕ. Çав хушăрах Том, татах та татах шкулăн хыçалти стени çумĕпе иртес, çав йĕрĕнтермелле япалана куçĕпе курас тесе, пермаях çаврăнкаласа çӳрерĕ. Унăн ирĕксĕрех çавăнталла каясси килчĕ. Бекки ун еннелле пĕртте пăхманнипе (ăна хăйне çавăн пек туйăнчĕ) вăл шутсăрах вĕчĕрхенчĕ. Анчах Бекки ăна курчĕ, çапăçура хăй çиеле тухса пынине вăл малтанах сиссе тăчĕ. Кунсăр пуçне вăл, хăшпĕр вăхăтра Том асап тӳснине сăнаса, чăнласах ăна курса савăнчĕ. Эмми савăнăçлăн пакăлттатнине те Том юлашкинчен тӳссе тăрайми пулчĕ. Вăл ăна: «Манăн ĕçсем пурччĕ, манăн пĕр çĕре кайса килмеллеччĕ, ахаль те эпĕ кая юлтăм», — тесе систеркелерĕ. Анчах çапла систерни ахалех пулчĕ, — хĕрача текех кайăк пек чĕвĕлтетрĕ. «Ах, çĕр çăтасчĕ сана! Нивушлĕ эпĕ санран нихçан та хăтăлас çук пулĕ?» — тесе шухăшларĕ Том. Юлашкинчен вăл тӳрех çапла каларĕ: «Манăн каймалла-ха, часрах каймалла», — терĕ.
Эмми нимĕн те чухламасăр ăна ĕненсе: «Уроксем хыççăн эпĕ сана çакăнтах кĕтсе тăратăп», — терĕ. Том вара çавăншăн ăна чутах курайми пулмарĕ.
«Кам та пулин урăххи пулсан хăть, — терĕ Том хăйĕн ăссĕн, шăлĕсене шăтăртаттарса, — çав хăйне хăй питех те чаплă тумланнă тесе, хăйне аристократ тесе шутлакан Сент-Луирен килнĕ шукăль арçын ача пулас марччĕ хăть. Тăхта-ха! Эпĕ сана пирĕн хулана килсе çитсенех, пирвайхи кунĕнчех хĕненĕччĕ-ха, сана татах тытса хĕнетĕп. Тăхта, мистер, ярса илĕп-ха эпĕ сана! Акă çакăн пек ярса тытăп сана...» Том вара, чунне кантарас тесе, аллисемпе хыттăн хăмсарма тытăнчĕ, хăйĕн шухăшĕнче тытнă арçын ачана хĕнерĕ, чышкăпа тăрăнтара-тăрăнтара ячĕ, кӳнкерĕ тата тыта-тыта силлесе илчĕ. «Акă сана! Акă сана! Лекрĕн-и-мĕн? Çитет-и? Асту, кăна эсĕ малалла асра тытса пурăн!» — терĕ. Том çакăн пек шухăшра хĕнесе пĕтĕмпех çиеле тухрĕ. Вуникĕ сехет çитрĕ. Вăл килелле тухса чупрĕ. Эмми хăйне тав тунине тата вăл питĕ телейлĕ пулнине курса тăмашкăн Томшăн шутсăрах намăс туйăнчĕ. Кунсăр пуçне тата, вăл кĕвĕçсе асапланасси те карти вĕçĕ хĕрринех çитсе тăчĕ. Бекки çаплах Альфредпа перле картинăсем пăхса ларать, вăхăчĕ шăвать. Анчах асап тӳсме Томĕ унта пымарĕ, çакă ĕнтĕ Бекки савăнса ларассине татах та катăлтарчĕ. Картинăсем ăна йăлăхтарсах çитерчĕç. Малтан вăл нимĕн кулмасăр ларма пуçларĕ, унтан, ăспуç таçталла саланса кайнă пек, салхулăха путрĕ. Хăй пĕлекен урасен сасси илтĕнет пулĕ тесе, вăл икĕ е виçĕ хутчен те хăлхисене тăратса итлерĕ, анчах вăл ĕмĕтленни ахалех пулчĕ: Том пымарĕ. Вĕçне çитеспе вăл хăйне хăй питех те телейсĕрскер тесе шутлама пуçларĕ. Хăй Тома тавăрас тесе ытла та шала кĕрсе кайнăшăн ӳкĕнчĕ. Бекки темшĕн хăй çине пăхма пăрахнине астуса илсен, мĕскĕн Альфред пĕрмаях: «Акă питех те аван картина! Кур!» — тесе сăмах тапратрĕ. Хĕрача юлашкинчен тарăхса кайрĕ те: «Ах, хăпса кайăрччĕ ман çумран хăвăрăн картинусемпе! Курассăм та килмест вĕсене! Йăлăхтарсах çитерчĕç!» — терĕ. Макăрма тапратрĕ те вăл аяккалла тăрса утрĕ. Альфред, ăна йăпатма тăрăшса, ун хыççăн кайрĕ. Анчах Беккинĕ ăна: «Кайăр! Пĕччен хăварăр мана! Эпĕ сире кураймастăп!» — терĕ.
Арçын ача нимĕн тума та аптăраса тăчĕ: Бекки ăна каçхи занятисем пуçланичченех пĕрле картина пăхса ларма сăмах панăччĕ вĕт-ха, хăй тата сасартăк пăрахса каять. Альфред пушанса юлнă шкулалла салхуллăн утрĕ. Вăл темĕнле вăтаннă пек пулчĕ, унтан çилленнĕ пек туйăнчĕ. Вăл ку япала мĕне пĕлтернине çăмăллăнах чухласа илчĕ: Том Сойера тарăхтарас тесе çеç хĕрача унпала калаçнă-мĕн. Çавăн пек шухăш пырса кĕрсен, паллах, Альфред Тома курайманни нимĕн чухлĕ те катăлмарĕ. Унăн хăйĕн те, аякра тăрса юлса, тăшмана епле те пулин тарăхтармалли май шутласа кăларас килчĕ. Çав хушăра Томăн класра вуламалли кĕнеки унăн куçĕ умнех пулчĕ. Акă лайăх май килчĕ те.
Вăл хĕпĕртесех кĕнекене уçрĕ те, паян каçхи занятире урок вĕренмелли тĕле тупса, пĕтĕм страница тăрăхах чернил юхтарса тухрĕ. Бекки лăп çав вăхăтра тултан чӳрече витĕр пăхрĕ те Альфред мĕн хăтланнине курчĕ. Анчах вăл хăй часах, Альфред куриччен, аяккалла пăрăнчĕ. Вăл килелле чупса кайрĕ. Унăн Тома шыраса тупса ăна кĕнеке çинчен каласа кăтартасси килчĕ. Том хĕпĕртесе кайĕ. Беккие тав тума пуçлĕ, вара лайăх мар пулассисем те йăлтах пĕтсе ларĕччĕç. Анчах çур çула çитсен, Беккие урăх шухăш кĕрсе кайрĕ: вăл пикник çинчен каланă чухне Том хăйне хăй епле тытни аса килчĕ ăна. Çавна аса илсен, ăна шутсăрах намăссăн туйăнса кайрĕ, ăна хăйне вут-çулăм пĕçертсе илнĕ пекех пулчĕ. Тома çавă кирлĕ, терĕ вăл. Ăна пăснă кĕнекешĕн çаптарччăрах, Беккишĕн пурпĕрех: вăл Тома кураймасть, ĕмĕрех ĕнтĕ ăна кураймасăр пурăнать!
19-мĕш сыпăк. Том ӳкĕнĕвĕ
Том киле питех те салхуллă килчĕ; мăнаккăшĕнчен пирвайхи сăмахсем илтсенех, вăл кунта унăн хуйхишĕн ăна никам та хĕрхенекен пулас çуккине туйса илчĕ:
— Том, эпĕ сан тирне сĕветĕп!
— Мăнаккам, эпĕ мĕн турăм вара?
— Эсĕ çителĕклех турăн. Эпĕ, ватă ухмах пек, Сирини Гарпер патне кайрăм та санăн тĕлĕнмелле тĕлĕкӳ тĕлĕшĕпе лăпăртатнисене пурне те манăн хыççăн вăл та ĕненĕ тесе шутласа тăраттăм, — анчах вырăнсăрах пулчĕ. Ăна Джо каласа кăтартнă-мĕн: эсĕ çав каç кунта килнĕ те эпир ун чухне мĕн калаçнисене пурне те итлесе тăнă курăнать. Пĕлместĕп, Том, нимĕн намăса пĕлмесĕрех суякан ачаран мĕн пулма пултарать-ши ĕнтĕ? Манран пурте ухмахран кулнă пек кулччăр тесе, эсĕ мана миссис Сирини Гарпер патне уттарни çинчен шухăшласан, манăн чунăм ыратать, — эсĕ мана чарма та шухăш тытман-мĕн.
Çак пĕтĕм истори Тома урăхла майлă курăнса кайрĕ. Ку таранччен хăй ирхине суйса тыттарнисем ăна питех лайăх та питех çивĕч шухăшласа кăларнă япаласем вырăнне туйăнчĕç. Халĕ вăл хăй ухмахла тата ирсĕр хăтланнине аванах чухласа илчĕ. Вăл пуçне усрĕ, пирвайхи тапхăрта хирĕç нимĕн калама пĕлмесĕр тăчĕ, унтан çапла каларĕ:
— Мăнаккам, эпĕ çапла хăтланнăшăн кулянатăп... анчах эпĕ шухăшласа пăхманччĕ.
— Ах, ачам эсĕ нихçан та шухăшламастăн. Эсĕ нихçан та нимĕн çинчен те шухăшламастăн, хăв çинчен тата савăнса киленсе çӳресси çинчен çеç шухăшлатăн. Пирĕн инкекрен кулас тесех, эсĕ çерле Джексон утравĕнчен кунта килессине астуса илнĕ-мĕн. Хăв тĕлĕк тĕлленни çинчен, мана суйса тыттарасси çинчен астуса илнĕ, çав хушăрах пире хĕрхенсе хуйхăран хăтарасси çинчен шухăшламан та эсĕ.
— Мăнаккам, çакă шутсăр лайăх мар пулнине халĕ эпĕ аванах ăнланатăп. Анчах эпĕ лайăх мар тума шухăшламанччĕ, эпĕ сире чăннипе калатăп. Унтан тата... ун чухне каçхине те... Эпĕ вуçех сирентен кулас тесе килмен.
— Мĕн тума тата?
— Эпĕ сире: эсир ан пăшăрханăр, эпир шыва анса кайман, тесе каласшăнччĕ.
— Том, Том! Санăн пуçна çавăн пек ырă шухăш килнĕ тесе ĕненме пултарсассăн, эпĕ вара çĕр çинчи чи телейлĕ çын пулăттăм, турра та тав тăвăттăм. Анчах эсĕ хăв та пĕлсе тăратăн, санăн çавăн пек шухăш та пулман вĕт, ăна эпĕ те аванах пĕлетĕп, Том.
— Пулнă, пулнă, тупа тусах калатăп пулнă тесе. Манăн çак вырăнтан та тапранмалла ан пултăр, суятăп пулсан. Пуллах!
— Ах, Том, ан суй... тархасласах калатăп. Суйни вăл çĕр хут усалтарах.
— Вăл суйни мар, мăнаккам, вăл чăн. Манăн сире вуçех те хуйхăртас кăмăл çукчĕ, çавăнпах килнĕччĕ.
— Сана ĕненмешкĕн эпĕ тĕнчере мĕн пуррине пĕтĕмпех парăттăм: унпала вара санăн мĕнпур çылăхусем те каçĕччĕç. Ун пек пулнă пулсан, эпĕ эсĕ килтен тухса тарнăшăн та, çавăн чул усал тунăшăн та кулянмастăмччĕ. Анчах çук çав, вăл пурте пустуй. Апла мар пулнă пулсан, хăв мĕн пирки килнине эсĕ мĕншĕн-ха мана çавăн чухлех каласа памарăн?
— Куратăр-и, мăнаккам, эсир çын пытарнă чухнехи кĕлĕ çинчен калама пуçласан, мана сасартăк çакă аса килчĕ: эпир чиркĕве пырса кĕрсе хор çине пытанса ларсассăн, тĕлĕнмелле лайăх пулать терĕм эпĕ... Паллах ĕнтĕ, хам шухăшласа хунă япалана путлантарса лартас килмерĕ манăн. Çавăнпа эпĕ хуйăра каялла кĕсъене чикрĕм те пĕр сăмах та шарламарăм.
— Мĕнле хуйăра?
— Леш хай сире валли çырнине — эпир пират пулса çӳреме кайнă тенине. Эпĕ сире чуптуса илнĕ чухне эсĕр вăранманшăн та эпĕ халĕ питĕ кулянатап, чăнах та шутсăрах куланатăп.
Мăнаккăшĕн салху пичĕ çинчи пĕрĕнчĕкĕсем якалсарах кайрĕç, унăн куçĕсем сасартăк çемçен пăхса йăлтăртатма пуçларĕç.
— Эсĕ чăнах та чуптурăн-и мана, Том?
— Чуптурăм çав.
— Эсĕ ăна лайăх пĕлсех калатăн-и?
— Лайăх пĕлсех калатăп, паллах ĕнтĕ.
— Мĕншĕн чуптурăн-ха мана, Том?
— Мĕншĕн тесен эпĕ сире çав вăхăтра çав тери юратрăм. Эсĕр тĕлĕкре йынăшаттăрччĕ, çав тери хĕрхентĕм сире.
Çав сăмахсене пĕтĕм чĕререн калани палăрса тăчĕ.
— Тепĕр хут чупту мана, Том! Вара... шкула кай... Манăн çума урăх ан çыпçăн, — терĕ карчăк. Çавна каланă чухне унăн сасси ирĕксĕрех чĕтренсерех кайрĕ.
Том тухса кайсанах, Полли мăнаккăшĕ чăланалла чупрĕ те Том вăрă-хурах пулса çӳренĕ чухне тăхăннă çĕтĕк курткăна туртса кăларчĕ. Курткăна алла тытсассăн, сасартăк чарăнса тăчĕ те хăй ăссĕн каларĕ.
— Çук, пăхас мар луччĕ! Мĕскĕн ача! Эпĕ вăл суйрех пулĕ тесе шутлатăп, анчах вăл суйни таса, таса çав, мĕншĕн тесен вăл мана унпа йăпатма шухăшланă. Эпĕ ĕмĕтленетĕп... эпĕ пĕлетĕп: турă ăна каçарать, мĕншĕн тесен вăл ырă кăмăлтан суйнă. Анчах вăл çавна суйнă пулсан, манăн ăна пĕлессĕм те килмест, çавăнпа эпĕ ăна пăхмастăп та.
Вăл курткăна хучĕ те пĕр минут пек шухăшласа тăчĕ, унтан каллех ун патнелле аллисене тăсрĕ те татах каялла туртса илчĕ, юлашкинчен вăл, хăйне çакăн пек шухăшпа хытарса, ăна пăхасах тесе шут тытрĕ: «Вăл ырă кăмăлтан, ырă кăмăлтан суйни пулать, эпĕ хама хурланма ирĕк памăп», — терĕ. Вăл вара хăйĕн аллисене куртка кĕсйи патнелле тăсрĕ. Пĕр минутран вăл Том хуйăр çине чĕркелесе çырнă йĕркесене вуларĕ те куççулĕ юхтарса çапла каларĕ:
— Çак ачана эпĕ çĕр пин çылăхран та каçарма пултараттăм! — терĕ.
20-мĕш сыпăк. Том паттăрла хăтланни
Полли мăнаккăшĕ чуптуса илсенех, Том хурланнисем пурте иртсе кайрĕç те, унăн ăшчиккинче каллех лайăх та çăмăл пулчĕ. Шкула кайнă чухне ăна телей кĕтнĕ: улăхри аллея пуçланнă тĕлтех вăл Бекки Тэчера тел пулчĕ. Том яланах хăй пуçне чи малтан мĕнле шухăш килнĕ, çавăн пек тунă. Нимĕн шухăшласа тăмасăрах вăл Бекки Тэчер патне чупса пычĕ те пĕр самантрах çапла каласа хучĕ:
— Эпĕ паян питех те лайăх мар хăтлантăм, Бекки, çавăншăн кулянатăп. Урăх нихçан та апла хăтланмастăп, нихçан та. Итле, килĕштерер... юрать-и? — терĕ.
Хĕрача чарăнса тăчĕ те, унтан йĕрĕннĕ пек пулса, питĕнчен пăхса илчĕ:
— Эсир мана канлĕх паратăр пулсан, эпĕ сире питех тав тăваттăм, мистер Томас Сойер. Манăн калаçассăм та килмест сирĕнпе, — терĕ вăл.
Вăл пуçне силлентерчĕ те аяккалла кайрĕ. Том тĕлĕнсе хытсах тăчĕ, вăл: «Сурассăм та килмест. Ха, епле сăмсине каçăртнă!» — тесе калама та пĕлмерĕ. Унтан вара кая юлчĕ, калама май килнĕ вăхăчĕ те иртсе кайрĕ. Çавăнпа вал нимĕн те шарламарĕ, анчах хăй шутсăрах çирĕпленчĕ. Вăл шкул картишĕ патнелле салхуллăн утрĕ, Бекки арçын ача пулманшăн пĕрмай кулянса тăчĕ, — арçын ача пулнă пулсан, Том ăна лайăх тытса хĕртĕччĕ. Çав тапхăрта Бекки лăпах унăн çумĕнчен иртсе кайрĕ, Том ăна хытă сăмах каласа тĕртсе илчĕ. Бекки те ăна хирĕçех чĕнчĕ, çапла вара вĕсем пĕр-пĕрине йăлтах тăшман пулса тăчĕç. Çилленсе кайнă Бекки уроксем пуçланассине аран çеç кĕтсе илчĕ, — унăн Тома пăснă кĕнекешĕн çав тери хĕнеттересси килчĕ. Унăн пĕр тапхăрта Альфред Темпль мĕн хăтланни çинчен каласа кăтартас шухăшĕ пулнă пулсан та, Том хытă тĕртсе илнĕ хыççăн çав шухăш йăлтах пĕтсе ларчĕ.
Мăнтарăн хĕрачи! Хăйне те инкек кĕтсе сыхласа тăнине пĕлмерĕ çав вăл. Çав шкулти учитель, мистер Добинсс, чылай пурăнса мăнаçланнă тата хăйле хăй телейсĕр çын тесе шутланă. Çамрăкранпа вăл тухтăр пуласчĕ тесе шухăшласа пурăннă, анчах чухăн пирки ирĕксĕрех унăн çав таçти шăтăкри пĕчĕк хулара шкулти учитель пулнипех килĕшсе пурăнмалла пулнă. Кашни кунах вăл, класра ларнă чухне, сĕтел ещĕкĕ ăшăнчен пĕр темĕнле кĕнеке турта-турта кăларнă та вĕрнекенсем урок каламан хушăра ăна вуланă. Çав кĕнекене вăл яланах питĕрсе усранă. Вăл кĕнекене уçса пăхасшăн çунман ача та пулман, анчах нихçан та май килмен. Мĕнле кĕнеке-ши вăл? Кашни хĕрачах, кашни арçын ачах хăйĕн ăссĕн чухлама хăтланнă, анчах чухласа хăтланассисем тĕрлĕрен пулнă, çавăнпа чăннине пĕлме май та килмен. Акă Бекки те, алăк патĕнчерех ларакан учитель сĕтелли патĕнчен иртсе кайнă чухне, уççийĕ çăра ăшĕнчех тăнине асăрхарĕ. Çавăн пек питĕ сайра хутра çеç май килнине ахалех ирттерсе яма юрать-и вара? Бекки каялла çаврăнса пăхрĕ — йĕри-тавра пĕр чун та çук: Пĕр минутранах вăл кĕнекене алăра тытса тăчĕ. «Анатоми» тесе çырнă ячĕ тăрăх тата çав профессорăн сочиненийĕ тесе çырни тăрăх хĕрача нимĕн те ăнланаймарĕ, вăл страницисене çавăркалама тапратрĕ. Пирвайхи страницăрах ăна питĕ хитре ӳкернĕ, тĕрлĕ сăрăсемпе сăрланă çын кĕлетки тĕл пулчĕ.
Çав вăхăтра кĕнеке страници çине мĕлке пырса ӳкрĕ: алăкра Том Сойер курăнса кайрĕ те куç хĕррипе вăл кĕнеке çинелле пăхса илчĕ. Бекки кĕнекене аяккалла туртса илчĕ те ăна хупса лартма хăтланчĕ, анчах вăл хăтланни çав тери ăнăçсăр пулчĕ: картинкине вăл страница варри тĕлне çитичченех çурчĕ пăрахрĕ. Вăл кĕнекине ещĕк ăшне чикрĕ, çăра ăшĕнчи уççине пăрса хучĕ те вăтаннипе тата тарăхнипе макăрса ячĕ.
— Том Сойер! Ку чăнласах та сирĕн манерлĕ пулса тухать. Çын çурăмĕ хыçне пырса тăрса, вăл ăçталла пăхнине асăрхаса тăни вăл питех те лайăх мар вара.
— Эсĕ çакăнта мĕне те пулин пăхнине ăçтан пĕлме пултаратăп-ха эпĕ?
— Намăса пĕлĕр, Том Сойер! Эсир, паллах, ман çинчен элеклесе кăтартатăр, вара... мĕн тăвас-ха манăн? Мĕн тăвас-ха манăн? Мана çаптараççĕ, вăл пулатех пулĕ ĕнтĕ, мана шкулта та ку таранччен пĕрре те хĕнеменччĕ.
Вăл урипе тапрĕ те çакăн пек хушса каларĕ:
— Элек паратăр пулсан — парăр, сирĕн ирсĕрлĕхӳ çитĕ! Эпĕ те пĕр япала пĕлетеп. Вăл часах пулать. Тăхтăр-ха, — курăр акă. Кураймастăп сире, кураймастăп, кураймастăп!
Вăл каллех хытă макăрса яче те пӳлĕмрен чупса тухрĕ.
Том, Бекки хăйне тапăннипе тĕлĕнсе хытса кайнăскер, нимĕн тума та аптраса вырăнтах тăрса юлчĕ. Унтан вăл хăйĕн ăссĕн çапла каларĕ:
— Мĕнле ухмах халăх вăл — хĕрачасем. Ăна нихсан та çаптарман! Мĕнех вăл çаптарасси? Вĕсем пурте шутсăрах хăравçăсем те ачашскерсем. Паллах, эпĕ элек парса çӳрес çук, çав ухмах çинчен Доббинс старике пĕр сăмах та каламастăп... Лайăх мар тумасăрах эпĕ унпала епле пулсан та татăлма пултаратăп. Анчах вăл çапах та тĕп пулать. Доббинс манăн кĕнекене кам çурнă тесе ыйтатех. Никам та хирĕç чĕнмĕ. Вара вăл, яланхи пекех, черетпе кашнинех тĕпчеме тытăнĕ: пирвайхи ачаранах ыйтма пуçласа пуринчен те ыйтса тухĕ. Çапла айăпли патне çитсенех, вăл нимĕн те шарламасть пулсан та, çакна вăл тунине тӳрех пĕлĕ. Хĕрачасене яланах пичĕ тăрăх пĕлме пулать, — вĕсен вĕт хăйсене хытарсарах тытни çук. Çаптараççĕ ăна... çаптараççĕ пулĕ... Лекрĕ ĕнтĕ Бекки Тэчера, халĕ вăл хулăран та хăтăлаймасть.
Мĕнех вара? Кирлĕшĕн лекет! Манăн çавăн пек инкек курмалла пулсан, вăл хĕпĕртетчĕ-ха, хăй ман вырăнта пулса пăхтăр-ха...
Вăл картишнелле чупса тухрĕ те ашкăнса çапăçма тытăннă ачасем патне пырса пĕрлешрĕ. Пĕр виç-тăват минутран учитель те килчĕ, вара урок пуçланчĕ. Том занятисемпе питех интересленмерĕ. Час-часах вăл хĕрачасем ларнă еннелле пăхрĕ. Бекки сăн-пичĕ çине пăхсанах, унăн ăшчикĕ вăркарĕ. Бекки хăйне епле тытнине астуса илсен, унăн ăна нимĕн чухлĕ те шеллес килмерĕ, çапах та вăл хăй хĕрхеннине пусарма пултараймарĕ, хăй ăшĕнче Беккине лакессишĕн савăнса хĕпĕртеме те вуçех пултараймарĕ. Анчах, пĕртак вăхăт иртсенех, учитель Томăн кĕнекинчи вараланчăк вырăнсене курах кайрĕ. Томăн вара, Бекки çинчен мансах, хăйĕн ĕç-пуçĕ пирки шутлама тиврĕ. Бекки салхулăхĕ самантрах иртрĕ, хăйĕн куçĕ умĕнчех ачана лектерессине хытă кĕтме пуçларĕ вăл. Том хăйĕн кĕнеки çине чернил тăкман тесе темĕн пек ĕнентерсе каласан та, çапах та ăна нимĕн те пулăшас çуккине Бекки аванах пĕлсе тăчĕ. Чăнах та çакăн пек пулчĕ. Том хăйĕн айăпне туннăшăн ăна татах та хытăрах çаптарчĕç. Эпĕ çавăншăн хĕпĕртетĕп, тесе шухăшларĕ Бекки. Чăнласах вăл хĕпĕртетĕп тесе хăйне хăй ĕнентерме хăтланчĕ, анчах çапла тума питех çăмăлах пулмарĕ. Чи усал пуласси тĕлне çитсен те, Беккин шутсăрах вырăнтан тăрса унта пĕтĕмпех Альфред Темпль айăплă, тесе каласси килсе кайрĕ, çапах та вăл хăйне хăй чарчĕ те шăп ларчĕ. «Эпĕ çав картинкăна çурни çинчен Том каласа кăтартатех пулĕ. Акă мĕншĕн пĕр сăмах та каламастăп. Ăна вилĕмрен хăтармалла пулсан та каламастăп», — терĕ Бекки ăшĕнче.
Том хăйне çаптарнине чăтса ирттерчĕ те каялла вырăнне пырса ларчĕ. Вăл ытлашши хурланмарĕ, мĕншĕн тесен: «Юлташсемпе тĕркĕшсе хăтланнă чухне, чăнахăх та чернильницăна кĕнеке çйне тӳнтерсе ятăм пулĕ», — тесе шухăшларĕ. Çавăнпа та вăл хăйĕн айăпне ахаль çеç, йăли çавăн пек пулнăран çеç тунчĕ.
Пĕр сехет иртрĕ. Учитель трон çинче сăмсине уса-уса тĕлĕрсе ларчĕ. Урок вĕренекен шкул ачисем сĕрленипе сывлăшĕ те темĕнле ыйхăллă пек пулса тăче. Мистер Доббинс тӳрленсе ларчĕ, анасласа илчĕ, сĕтел ещĕкне уçрĕ те кĕнекине те илес, те ăна сĕтелпех хăварас тенĕн ун патнелле карăнчĕ. Вĕренекенсемшĕн нумайăшĕшĕн çакă пурпĕрех пулчĕ, анчах вĕсем хушшинче иикĕшĕ вара учитель мĕн тунисене пурне те пите хытă асăрхаса тăчĕç. Темиçе минут хушши учитель темĕнле шухăша кайнă пек пулса кĕнеке листисене уçкаларĕ, унтан кĕнекене хăй умне хучĕ те вулас тесе пукан çине лайăхрах вырнаçса ларчĕ.
Том Бекки çинелле пăхса илчĕ. Бекки, никам та хăй хутне кĕрсе пулăшакан çук пекех, хăйне пăшалпа тĕллесе пеме тесе хăваланипе ĕшеннĕ кролик пекех, мĕскĕннĕн пăхса ларнăн туйăнчĕ. Çакăн хыççăн Том самантрах хăй унпа вăрçнине манса кайрĕ. Часрах пулăшмалла! Халех мĕн те пулин тăвас пулать, пĕр çекунт та тăхтамасăр, халех! Анчах инкеке ниепле те сирсе яма май çукки Том пуçĕпе тавçăрса илессине чарса лартрĕ... Питех те аван! Тĕлĕнмелле лайăх шухăш! Вăл чупса пырса кĕнекене ярса илет те, алăк витĕр сиксе тухса яра парать! Анчах вăл пăртак иккĕленсерех тăчĕ те, çавна тумалли лайăх вăхăчĕ иртсе те кайрĕ: учителĕ кĕнеке листисене уçа-уçа пăхса ларчĕ. Ах, çав вăхăта каялла тавăрма май килнĕ пулсан! «Питех те кая юлчĕ ĕнтĕ, халĕ Беккин хăтăлмалли те çук!» — терĕ Том хăй ăссĕн.
Тата тепĕр минут иртрĕ, учитель класс еннелле çаврăнчĕ. Вăл пăхнипе пур ача та куçĕсене тартрĕ. Çав учитель пăхнинче темĕн сисĕнсе тăчĕ, çавăнпа айăпсăррисем те хăраса чĕтреме тапратрĕç. Шăпах çав вăхăтра вуннă таран шутласа çитме те май килетчĕ. Учитель хăй ăшĕнче çиллине пухрĕ. Юлашкинчен вăл çапла каларĕ:
— Кам çурчĕ çак кĕнекене?
Пĕр сас-чăвĕ те пулмарĕ. Класра çав тери шăп, булавка ӳкнĕ сасса та илтме май килнĕ. Пурте нимĕн шарламасăр ларчĕç.
Учитель, айăп паллисене шыраса, пĕр ачана питрен шăтарас пек пăхнă хыççăн теприн çине пăхрĕ.
— Бенджамен Роджерс, эсĕ çуртăн-и çак кĕнекене?
«Çук!» тени илтĕнчĕ те, каллех шăп пулчĕ.
— Джозеф Гарпер, эсĕ-и?
«Çук!» тени илтĕнчĕ. Томăн ăшĕ хытăрах та хытăрах вăркама пуçларĕ. Çав ыйтусемпе ответсем уншăн вăраххăн асап кăтартса хăтланнă пекех туйăнчĕç. Учитель арçын ачасенчен ыйтса пĕтерчĕ, пăртак шухăшлакаларĕ те хĕрачасенчен ыйтма пуçларĕ.
— Эмми Лоренс? — терĕ вăл.
Лешĕ «çук» тесе пуçне çеç сулларĕ.
— Гресси Миллер?
Вăл та çавăн пекех хуравларĕ.
— Сюзанна Гарпер, çакна эсĕ турăн-и?
Каллех «çук» тени илтĕнчĕ. Халĕ ĕнтĕ черет Бекки Тэчер патне çитрĕ. Том çӳлтен пуçласа урисем таранах чĕтрерĕ: лару-тăру шанчăксăр пулнă пек туйăнчĕ ăна.
— Ребекка Тэчер (Том унăн пичĕ çине пăхса илчĕ: вăл сехре хăпнипе шап-шурă шуралса кайнă), эсĕ çурмарăн-и?.. Çук, мана куçран пăх... (Бекки тархасланă пек пулса аллисене çӳлелле çăклерĕ.) Эсĕ çурса пăрахмарăн-и çав кĕнекене?
Çакăнта Том пуçне çиçĕм пекех пĕр шухăш пырса кĕчĕ. Вăл ура çине сиксе тăчĕ те:
— Ăна эпĕ çуртăм! — тесе хыттăнах кăшкăрчĕ.
Ăсран кайнă ачана, çавăн пек никам та ĕненмелле мар хăтланаканскерне, пĕтĕм шкул тĕлĕнсе пăхса ларчĕ. Том пĕр минут хушши пек тăчĕ, хăйĕн сапаланса кайнă шухăшĕсене пуçтарчĕ те, айăп «каçарттарма» малалла тухса тăчĕ. Мĕскĕн Бекки куçĕсенче тĕлĕнсе хытса кайни, тав туни, питĕ хытă юратни палăрса тăчĕ. Çакă ĕнтĕ Тома çĕр хут çаптарнине те сапласа хуратчĕ. Хăй çавăн пек тĕлĕнмелле хăтланнипе хĕрсе кайнăскер, вăл мистер Доббинс хăйне шутсăр хытă çаптарнине те пĕр кăшкăрмасăр тӳссе ирттерчĕ; çийĕнчен тата хăйне уроксем хыççăн икĕ сехетлĕхе шкулта юлма хушнине те пурпĕрех тесе шутларĕ вăл. Вăл хăйне хупса хуни иртсен, ăна лере, хапха патĕнче, кам кĕтсе тăрассине те аванах пĕлсе тăчĕ, çавăнпа та хупса хуни те ăна пысăк инкек пекех туйăнмарĕ.
Çав каçхине, çывăрма выртнă чухне, Том Альфред Темпле хирĕç тавăрасси çинчен питĕ тĕплĕн те нумай шухăшласа хăтланчĕ. Мĕншĕн тесен Бекки питех вăтанса кайнипе тата ӳкĕннипе ăна пурин çинчен те тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ, — çав шутрах хăй Тома çавăн пек улталани çинчен те каларĕ. Анчах хирĕç тавăрасси çинчен шутланисем те часах иртсе кайрĕç, ун вырăнне пуçа кăмăллăрах шухăшсем пырса кĕчĕç. Çывăрса кайна чухне те Беккин юлашки сăмахĕсем илтĕннĕ пек туйăнчĕç:
— Том, мĕнле эсĕ çав тери ырă чунлă пулма пултаратăн? — тенĕ пек туйăнчĕ ăна.
21-мĕш сыпăк. Экзаменсем
Каникул çывхарса пыче. Учитель, ачасене яланах хытă тыткалскер, тата хытăрах тыткалама, тата хытăрах ыйтма тапратрĕ: экзаменра пăхса ларакан çынсем умĕнче шкул мухтанма пултартăрччĕ, терĕ вăл. Унăн хуллисемпе линейкийĕ халĕ кĕçĕн классенче сайра хутра çеç ĕçсĕр выртрĕç. Вунсакăр-çирĕм çула çитнĕ çамрăк ачасемпе хĕрсене çеç çаптарасран хăтарчĕç. Хĕнессине мистер Доббинс питех ыраттармалла хĕвет, мĕншĕн тесен, вăл çутăлса тăракан пысăк кукшине парик айне пытарса çӳресен те, çапах та вăл ватăласси виçе-ха, мускулĕсем те унăн тĕреклĕ. Аслă кун çывхарса килнĕ майĕпе вăл асап кăтартма юратни унăн ăшĕнчен тулалла тапса тухма пуçларĕ: ним мар ĕçсемшĕнех вăл хытă айăпласа çилĕллĕн киленнĕ пек туйăнчĕ. Кĕçĕн классенчи ачасем кунĕ-кунĕпе чĕтресе ларса асап тӳснисенчен, çĕрле вара хирĕç хаяррăн тавăрасси çинчен шутланинчен нимĕнех те тĕлĕнмелли çук. Учителе мĕнле те пулин пĕчĕккĕн усал тума май килсенех, çавна вĕсем нихçан та ахаль ирттермен. Анчах вĕсен вăйĕсем тан пулман, учителĕ яланах çĕнтерсе пынă. Хирĕç тавăрасси ăнсассăн кашни хутĕнчех вара учителĕ питĕ хаяррăн та хыттăн тытса çаптарнă, çавăнпа арçын ачасем яланах питĕ пысăк сиен курса вăрçă хирĕнчен пăрахса кайнă. Юлашкинчен вĕсем пĕрле каварлашнă та хăйсем питĕ аван çĕнтермелле пек туйăнакан май шухăшласа кăларнă. Вĕсемпе пĕр класра вывескăсем çыракан живописецăн ывăлĕ вĕренĕ, вĕсем ăна хăйсен вăрттăнлăхне каласа кăтартнă та хăйсене пулăшу пама ыйтнă. Лешĕ шутсăрах хĕпĕртесе кайнă, вăл хĕпĕртенинчен тĕлĕнмелле те пулман: учителĕ унăн ашшĕ килĕнче апатланнă, арçын ачан учителе кураймасăр пурăнмашкăн сăлтав та нумай пулнă. Юри тенĕ пекех, учителĕн арăмĕ таçта, хăйсен ялĕнчи паллакан çынсем патне, хăнана кайма хатĕрленнĕ те, пĕр ик-виç кунтан тухса каймалла пулнă. Эппин, ачасем тавăрма шухăшласа хунине нимĕн те кансĕрлеме пултарайман. Пысăк ĕç умĕн яланах учитель эрех сыпма юратнă, живописец ывăлĕ хăйĕн юлташĕсене çапла сăмах панă: «Экзамен ыран тенĕ чухне, лешĕ ӳсĕр пулса хăйĕн кресли çинче çывăрса кайсанах, эпĕ çав мĕнпур япалана тăватăп та хам шкулалла тухса шăватăп», — тенĕ.
Çырса хунă пекех пулса тухрĕ. Каçхине, сакăр сехет тĕлнелле, шкул çурчĕ çап-çутă çуталса тăчĕ, ăна чечексенчен тунă кăшăлсемпе тата çулçă çыххисемпе эрешлесе пĕтернĕ. Учитель пысăк кресло çинче, трон çинче ларнă пекех, ларать. Хыçалта доска. Учителе питрен пăхсассăн, вăл эрехне лайăхах сыпни палăрать. Аяксенчи виçĕ ĕрет саксене, сылтăм енĕпе те сулахай енĕпе те, тата учитель умĕнче ларакан ултă ĕретне çав хулари чаплă çынсемпе вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем йышăннă. Сулахай енче, мăн çынсем ларакан саксем хыçĕнче, вăхăтлăха тунă сарлака платформа çинче, экзаменра тухса каламалли ачасем лараççĕ: пĕчĕк арçын ача ĕречĕсем, пичĕсене çав тери таса çунăскерсем, таса тумланнăскерсем, хăйсене çыхса лартнă пекех туйса лараççĕ, юнашарах хăйсене тирпейлĕ тытман пысăкрах ача ĕречĕсем; батист та кисея тумланса капăрланлса ларнă хĕрачасемпе хĕрсен шап-шурă çеç курăнакан ĕречĕсем çав хĕрсем хăйсен аллисем çара пулнине, хăйсем çинче кукамăшĕсен шăкăрчисем, çӳçĕсем çинче шупка та кăвак бантсем тата чечексем пулнине пĕр минутлăха та манмаççĕ. Ытти вырăнĕсене экзамен тытман шкул ачисем йышăннă.
Экзамен акă мĕнтен пуçланчĕ: пер пĕчĕкçеç арçын ача тăчĕ те хăранă сасăпа калама тапратрĕ:
Эп пĕлетĕп: пĕчĕк ача халăх умĕнче
Тухса каланине итлемешкĕн
Эсĕр пĕрре те хăнăхман...
çакна каланă вăхăтра вăл аллисене шăнăр туртса кансĕрленĕ пек асапланса та ытлашши тирпейлĕн сулкаласа илчĕ, вăл пăртак пăсăлнă машина пекех туйăнчĕ. Çапах та вăл вĕçне çитичченех, чиперех каласа çитерчĕ. Шутсăрах хăраса ӳкнĕскере вара пурте харăс алă çупса ырларĕç, вăл хăй вĕренсе хунă пек пуç тайрĕ те айккинелле пăрăнчĕ.
Вăтанса кайнă пĕчĕк хĕрача тухса çапла калама пуçларĕ: «Мэрин пулнă пĕр путек» т. ыт. те, унтан лăпчăнса шутсăр хĕрхенмелле реверанс турĕ те, хăйне алă çупнипе хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе, хĕпĕртесе вырăнне кайса ларчĕ.
Унтан пĕртте вăтанман пек пулса эстрада çине Том Сойер тухрĕ те нихăçан сӳнми хавхаланупа «Ирĕк парăр мана е вилĕм парăр мана!» сăвва калама пуçларĕ. Вăл шутсăр аллисемпе сулса, тĕленмелле хаяррăн каларĕ, анчах çуррине çитсенех такăнчĕ. Çынсем умĕнче тăрасси ăна хăрамалла пек туйăнса кайрĕ: унăн урисем кукленсе анма хăтланчĕç, пырĕнче темĕнле пăвса лартнă пек пулчĕ, вăл пĕр сăмах та калама пултараймарĕ. Итлесе ларакансем ăна хĕрхенни палăрса тăчĕ, анчах вĕсем нимĕн те шарламасăр ларчĕç. Вĕсем çапла нимĕн чĕнмесĕр ларни вара уншăн вĕсем хăйне хĕрхеннинчен те йывăртарах пулчĕ. Учитель салхун пăхма пуçларĕ, çака вара катастрофăна вĕçнех çитерчĕ. Том тата пăртак тапаланкаларĕ те, шутсăр намăс курса, эстрада çинчен анса кайрĕ. Çăт-çат алă çупкаланисем илтĕнчĕç, анчах вĕсем пуçламăшĕнчех пĕтсе ларчĕç.
Малалла çакăн пек япаласем пулчĕç: «Ача ялкăшса çунакан палуба çинче тăни», «Ассири çыннисем кашкăрсем кĕтӳ çинелле пынă пекех пыни» тата вуласа памалли ытти хаклă япаласем те. Унтан тĕрĕс çырассипе вуласси хушшинче çапăçу пулса иртрĕ. Сахал ачаллă латин класĕ вĕренсе çитернĕ фразăсене каларĕ. Унтан çамрăк ледисен харпăр хăй çырнă сочиненийĕсене хăйсен вуласа памалла пулчĕ. Кашни хĕрех черетпеле платформа хĕрринех туха-туха тăчĕ, кăххăм-кăххăм тесе ӳсĕркелесе илчĕ, хитре хăюпа çыхса лартнă хута куçĕ патне илсе пычĕ те вулама пуçларĕ, лайăхрах сасă кăларма тăрăшса, тата чарăну паллисене асăрхаса, тăрăшса вуларĕ. Вĕсен сочиненийĕсем, çав хĕрсен амăшĕсен, кукамăшĕсемпе мăнасламăшĕсен, пĕр сăмахпа каласан, Крестовăй походсем вăхăтĕнчи ватă хĕрарăмсен сочиненийĕсемпе пĕр еверлĕрехех. Çав таранччен вĕсем мĕнле сочиненисем çыркаланă, çак хĕрсен сочиненийĕсен темисем те çавнашкалах: «Туслăх», «Ĕлĕкхине аса илнисем», «Историре турă хушса пыни», «Юмахри патшалăх», «Вĕреннин уссисем», «Тĕрлĕ патшалăхсен тытăмĕ, вĕсен ăрасналăхĕпе пĕрпеклĕхĕ», [[I,567]], «Атте-аннесене юратасси», «Чун ăçталла туртнисем» т. ыт. те.
Эрех ĕçнипе сăнĕ улшăнса кайнă учитель хăй креслине аяккалла сиктерсе лартрĕ, çынсем патнелле çурăмĕпе çаврăнчĕ те доска çине Америка карттине ӳкерме тытăнчĕ, çапла вăл географи тăрăх экзамен пуçласа ярас терĕ. Анчах тĕрексĕрленнĕ алли ăна лайăххăн итлемерĕ, класра вара хулленех ĕхĕлтетсе кулнисем илтĕнсе кайрĕç. Çакă мĕне пĕлтернине лайăх чухласа илсе, вăл ăна тӳрлетме тăрăшрĕ: ӳкернине шăлса пăрахса, çĕнĕрен чĕркелесе хăтланчĕ, анчах ӳкерчĕке малтанхинчен те начартарах пула-пула тухрĕ, ĕхĕлтетсе кулнисем вара тата хытăрах илтĕнчĕç. Учитель çав ĕçе пĕтĕм тимлĕхпе тума пуçларĕ, ĕçки пуснине парăнас мар, терĕ. Вăл мĕнпур куçсем хăй çинелле пăхнине аванах сиссе тăчĕ, хăйĕн ĕçĕ ăнса пырать пулĕ тесе те шухăшларĕ. Анчах класра кулли чарăнмарĕ, чарăнма мар, вăл тата вăйланса пыни палăрчĕ. Унтан нимĕн тĕлĕнмелли те çук! Лăпах учитель пуçĕ тĕлĕнче маччаран çӳлелле каймалли алăк пур, çав алăкра кайри урисенчен кантрапа çыхнă кушак курăнса кайрĕ, кушакĕ ан çухăртăр тесе, унăн пуçне тутăрпа хытă туртса çыхса лартнă. Хуллен аяларах та аяларах анса пынăçемĕн, вăл хăйĕн пĕтĕм пĕвĕпе авкаланчĕ, çӳлелле тапаланчĕ, чĕрнисемпе кантрана ярса тытма хăтланчĕ, анчах вăл сывлăша çеç тытрĕ. Ĕхĕлтетнисем хытăрах та хытăрах илтĕнме пуçларĕç, хăйĕн ĕçне пикеннĕ учительтен кушак пĕр ултă вершук çӳлтерехре çеç ĕнтĕ... аяларах, аяларах тата пăртак аяларах. Нимĕн тума амтранипе кушакĕ чĕрнисемпе учителĕн парикнех ярса илчĕ те, ăна тахăшĕ унăн трофейĕ-мĕнепе пĕрлех çавăнтах маччари алăк витĕр туртса хăпартса кайрĕ. Çакăн хыççăн мистер Доббинсăн çара пуç чашкийĕ тавра сасартăк çап-çутă сăн ӳкрĕ, мĕншĕн тесен живописец ывăлĕ унăн кукша пуçне ылтăнласа лартнă пулнă-мĕн!..
Çакăн хыççăн пуху саланчĕ. Арçын ачасем учителе тавăрчĕç ĕнтĕ. Каникул килсе çитрĕ.
22-мĕш сыпăк. Гек Финн Библи вĕренет
Том «Урă çынсен çамрăк тусĕсем» ятлă çĕнĕ пĕрлешĕве кĕчĕ, мĕншĕн тесен пĕрлешӳ членĕсене кăкăр çине çакса çӳреме питĕ селĕм значоксем параççĕ. Вăл çак кунран пуçласа табак текех туртмăп, усал сăмахсемпе перкелешмĕп, тесе сăмах пачĕ. Çакăн хыççăн вăл çĕнĕ тĕрĕслĕх тупрĕ: çын мĕнле те пулин ĕçе тутăр тесен, çак ĕçе нихçан та тумăп тесе сăмах партармалла. Тĕлĕнмелле меслет. Томăн чăтма çук табак туртас та усал сăмахсем калас, ĕçсе ӳсĕрĕлес килсе кайрĕ. Çак чăтăмсăрлăх ӳссех пычĕ, часах çынсем умĕнче хĕрлĕ шарф çыхса мăнаçланса çӳрес май пуласси çеç ăна йĕркелĕх картинче тытса тăчĕ, ахальтен вăл пĕрлешӳрен тухса каятчех пулĕ. [[I,568]] çывхарса пычĕ; сăмах май каласан, «урă çынсен» йышĕнче виçе кун çӳренĕ хыççăн вăл манса та кайрĕ пулас уяв пирки, вилес пек выртан Фрезер судья çинче пулчĕ унăн пĕтĕм шухăшĕ-шанчăкĕ; паллах ĕнтĕ, судьяна питĕ чаплăн пытараççĕ, тем тесен те, вăл — пысăк пĕлтерĕшлĕ персона. Вара, ăна пытарнă чухне, хĕрлĕ шарф çыхса вĕçкĕнленсе çӳреме пулать.
Виçĕ кун Том судья сывлăхĕ пирки интересленсе тăчĕ, чунтан пăлханса ыйта-ыйта пĕлчĕ вăл хăйне мĕнле туйни пирки. Хăшпĕр чух Томăн шанчăкĕ çунат хушсах
çӳле çĕкленчĕ, ун пек чух вăл хастарланса та чăрсăрланса хăйĕн значокĕсене комодран кăларчĕ, тĕкер умĕнче вĕсене çаклатса пăхрĕ. Судья вара хăйне вăхăт-вăхăтăн аванах туйре; вăхăт-вăхăтăн ун сывлăхĕ каллех начарланчĕ. Юлашкинчен, судья хăйне аван туять тенĕ хыпар сарăлчĕ, часах вăл йăлтах сывалса çитрĕ. Том хăйĕнчен тăрăхласа мăшкăлланăнах питĕ хытă тарăхрĕ. Вара вăл тӳрех пĕрлешӳрен тухрĕ. Мĕнех тетĕр? Судьяна каçпа вĕрилентернĕ те, вăл ир енне вилсе выртаă. Том кун пек япала пулса иртнĕ хыççăн никама та ĕненмелле мар иккен тесе шут тытрĕ. Тĕлĕнмелле чаплăн пытарчĕç судьяна. «Урă çынсен çамрăк тусĕсем» пĕрлешӳри ачасем чăтма çук мăнкăмăллăн утса пынăран вĕсен тусĕ пулнăскер кĕвĕçнипе чутах çурăлса каятчĕ. Анчах та Том халь — ирĕк кайăк, ку та мĕне те пулин пĕлтерет. Вăл кăмăлĕ туличченех ĕçме, вăрçма пултарĕ. Анчах та тĕлĕнмелле. Халĕ ун пĕртте ĕçес те, вăрçас та килмерĕ. Нимле чару та çуккипе ĕнтĕ унăн пĕтĕм çылăхлă ĕмĕчĕсем сĕвĕрĕлчĕç, вĕсен пĕтĕм туртăмĕ пĕтрĕ.
Часах Том çакна асăрхарĕ: вăл тем пекех ĕмĕтленсе кĕтнĕ каникул ăна йăлăхтарса çитерчĕ.
Вăл дневник çырса пыма пуçласа пăхрĕ, анчах, виçĕ кун хушшинче нимех те пулса иртменрен, пăрахрĕ.
Акă хулана негрсен оркестрĕ килсе çитрĕ те пурне те пăлхатса, хавхалантарса ячĕ. Томпа Джо Гарпер, ача-пăчана явăçтарса, хăйсен оркестрне йĕркелереç те шăпах икĕ кун тем пекех телейлĕ туйрĕç хăйсене.
Пысăк шанчăкпа кĕтнĕ Июлĕн Тăваттăмĕше те питĕ ăнăçсăр иртрĕ: çумăр чашлаттарчĕ, процесси пулмарĕ, тĕнчери чи чаплă çын (Том шутланă тăрăх), мистер Бетон, Пĕрлешӳллĕ Штатсен чăн-чăн сенаторĕ, ăна питĕ кăмăлсăр хăварчĕ, çирĕм пилĕк фут çӳллĕш улăп пулмарĕ вăл, ытти çынсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть.
Цирк килчĕ. Кун хыççăн арçын ачасем виçĕ кун çĕтĕк кавирсенчен каркаласа тунă хӳтĕре цирк кăтартрĕç, курма пыракан арçын ачасенчен виçшер, хĕрачасенчен икшер булавка илчĕç, часах ку вăйă та йăлăхтарчĕ.
Унтан [[I,569]] килсе тухрĕç, вĕсем кайнă хыççăн тата кичемрех пулчĕ.
Хăшпĕр чухне ачасем валли вечерсем йĕркелерĕç. Вĕсем сайра та питĕ хаваслă иртрĕç, çавăнпа та вĕсен хушшисем суран пекех ыраттарчĕç.
Бекки Тэчер хăйĕн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хăйĕн тăван хулине — Константинполе — кайрĕ, вăл кайсан, пĕтĕм пурнăç илемĕ пĕтсе ларчĕ.
Вĕлерӳн хăрушă вăрттăнлăхĕ Тома канăç памарĕ. Юхан-суран пекех йăшкаса чунне вĕçĕмсĕрех ыраттарчĕ.
Унтан хĕрлĕ шатра пуçланчĕ. Икĕ эрне хушши Том вырăн çинчен тăраймасăр йăваланчĕ, пĕтĕм тĕнчешĕн, пĕтĕм çын ĕçĕсемшĕн пĕтнĕ тыткăнри çын пек туйрĕ вăл хăйне. Чир питĕ йывăррăн пусса илчĕ, Тома нимĕн те интереслентермерĕ. Ура çине тăркаласа пĕрремĕш хут хула тăрăх лăпсăртатсан, пур çĕрте те юхăну паллисем тĕл пулчĕ вăл. Хулара тĕн вăйланса кайнă иккен, пысăккисем çеç мар, ача-пăча та турă пирки пуплет. Том хулан тепĕр вĕçне çитичченех пĕр çылăхлă çын та пулин тупма ĕмĕтленсе утса тухрĕ, вара ун пĕтĕм шанчăкĕ пĕтсе ларчĕ.
Вăл аптăранипе Джо Гарпер патне çул тытрĕ, анчах лешĕ евангели вĕренсе ларать, тунсăхлă Том ку кичем вырăнтан часрах пăрăнса кайма шут турĕ. Бен Роджерса шырама утрĕ вăл, Бен чухăнсем патне кайса çӳрет иккен, тĕн кĕнекисемпе тулли карçинкка сĕтĕрет. Юлашкинчен Том Джим Холлиса шыраса тупрĕ, лешĕ ăна çапла ĕнентерме пуçларĕ: Том хăйĕн çылăхĕсене каçарттарман, çавăнпа тӳпе Том пуçĕ çине чир янă. Кашни тĕлпулу ăна пăвакан йывăрлăх çумне тепĕр тонна хушрĕ. Гекльберри Финн ытамĕнче кăштах канлĕх тупма ĕмĕтленсе, Том, йăлт халтан кайнăскер, тусĕ патне васкарĕ, анчах лешĕ те библи вуласа ларать иккен. Кăна вара Том чăтса ирттереймерĕ, вăл аранах килне çитрĕ те вырăн çине тăсăлса ӳкрĕ: пĕтĕм хулипе пĕр вăл çеç çылăхлăскер, ĕмĕр-ĕмĕр тамăкра асапланма тивет ĕнтĕ ун.
Çĕрле хăрушă тăвăл ахăрашрĕ, çапса çумăр çурĕ, аслати хăватлăн авăтрĕ, йăл та ял çиçĕм çиçрĕ.
Том утиялпа чĕркенчĕ те хăйĕн вилĕмне шикленсе кĕтме пуçларĕ: ку хăрушă тĕркешӳ ун пирки пуçланни пирки вăл пăр самантлăха та иккĕленмерĕ. Вăл çакна ĕненсех тăчĕ: хăйĕн çылăхĕсемпе вăл туррăн чăтăмлăхне йăлтах пĕтернĕ, халĕ ĕнтĕ ăна нимле каçару та çук. Кам та пулин пĕчĕк хурт-хăпшанка хирĕç артиллери тăратас пулсан, Том кун пирки снарядсем сая яни çеç тенĕ пулĕччĕ, анчах тӳпе Том пек хурт-кăпшанка хирĕç çакăн пек хакла ларакан аслатиллĕ çумăр тăкни пĕртте тĕлĕнмелле туйăнмарĕ ăна.
Майĕпен-майĕпенех аслатиллĕ çумăр лăпланма пуçларĕ, вара хăйĕн тĕп задачине пурнăçламасăрах, иртсе кайрĕ. Чи малтанхи шухăшĕ Томăн çакăн пек пулчĕ: турра тав тăвас та часрах йĕркене кĕрес, унтан вăл кăштах тăхтама шут тытрĕ: аслатиллĕ çумăр тепĕр хут тăкма пуçласси пĕртте сисĕнмест-ха.
Тепĕр кунне каллех тухтăра чĕнме тиврĕ: Томăн чирĕ вăйланса кайрĕ. Ку хутĕнче çурăмĕ çинче выртса ирттернĕ виçĕ эрне Тома пĕр ĕмĕр пекех туйăнчĕ. Юлашкинчен аранах килĕнчен тухсан, вăл хăйне вилĕм хĕрхеннĕшĕн савăнмарĕ те. Хăй çак кунсенче епле пĕччен те тăлăххăн пулнине манма пултараймарĕ вăл. Вăл мăраннăн çеç урам тăрăх сулланса пынă чух Джим Холлиспа ытти ачасем кайăка вĕлернĕ кушака суд тунине курчĕ. Кушак айăпне кăтартакан кайăк вилли кунтах пулнă. Кăшт аяккарах, çын куçĕ курман кĕтесре, Джо Гарперпа Гекльберри Финн вăрланă дыньăна кавлесе лараççĕ. Мĕскĕнсем! Вĕсем патне, Томăнни пекех, вĕсен чирĕ таврăннă.
23-мĕш сыпăк. Мефф Поттера çăлни
Юлашкинчен хулари çывăрса кайнă пурнăç хускалса илчĕ — питĕ хыттăнах хускалчĕ. Çак кун çын вĕлерекене хăш кун суд тăвасси çинчен пĕлтерчĕç. Хулара çавăн çинчен çеç калаçрĕç. Томăн çак калаçусенчен ниçта тарма та май пулмарĕ. Вĕлерни çинчен асăннине илтсенех, унăн чĕри кăртах сикрĕ. Хăйĕн чунĕ таса мар пулнă пирки унăн пуçне çакăн пек шухăшсем пыра-пыра кĕчĕç. «Манăн умра ахальтен мар пулĕ çавнашкал сăмахлаççĕ, мана тытма тăрăшаççĕ пулĕ», — терĕ вăл. Çав çынна вĕлертни çинчен вăл мĕн те пулин пĕлнине çынсем ăçтан чухласа илме пултараççĕ-ха? Çакна вăл ниепле те лайăххăн тавçăрса илеймерĕ. Анчах çапах та, хулара апла та капла калаçнисене илтсен, унăн ăшчикĕ вăркарĕ. Вăл, пĕтĕм чунтан калаçас тесе, Гека çын çук çĕрелле ертсе кайрĕ. Кĕске вăхăтлăха та пулин хăйĕн чĕлхине ирĕк парас пулать, пĕр пек инкек курнă юлташпа йывăр çĕклеме те пĕрле валеçмелле. Çитменнине, унăн Гек лăпăртатса кăтартман-ши тесе ыйтса пелес килчĕ.
— Гек, эсĕ çавăн çинчен кама та пулин каланă-и?
— Мĕн çинчен?
— Ху пĕлетĕн...
— Паллах, каламан...
— Пĕр сăмах та-и?
— Çăвар та уçман. Каланă пулсан, çак вырăнтах тăпра ăшнелле анса каймалла пултăр. Ма ыйтатăн вара эсĕ?
— Ахалех! Эпĕ хăраса çӳрерĕм.
— Ну, Том Сойер, эпир лăпăртатса кăтартнă пулсан, пирĕн икĕ кун та пурăнмалли çукчĕ. Эсĕ хăвах пĕлетĕн вĕт.
Тома кăшт çăмăлтарах пулнă пек туйăнса кайрĕ. Пăртак чĕнмесĕр тăрсанах, вăл çапла ыйтрĕ:
— Гек... сана никам та ирĕксĕр каласа кăтарттарма пултараймасть-и? — терĕ.
— Мана ирĕксĕр каласа кăтарттарма-и? Çук ĕнтĕ вăл! Çав шуйттан метисĕ мана шыв ăшне путарма тăрсан, тен, мана ирĕксĕр калаттарма пултарĕç, — ахаллĕн калас çук.
— Апла пулсан, эппин, пурте чиперех. Эпĕ çапла шухăшлатăп: эпир чĕлхесене çыртса çӳресен, пире никам та тивес çук тетĕп. Çапах та эпир шарлас çук тесе татах тепĕр хут тупа тăвар-ха, çапла шанчăклăрах пулĕ.
— Юрĕ.
Вĕсем каллех, чаплă та хăрушă сăмахсем каласа, тупа турĕç.
— Мĕн сăмахлаççĕ-ха, Гек, тĕрлĕрен историсем çинчен çав тери нумай илтрĕм.
— Мĕн сăмахлаççĕ? Пĕр сăмах анчах: Мефф Поттер, Мефф Поттер, Мефф Поттер, теççĕ. Манăн, çакна илтсе-нех, çийĕнчех тар тухса каять, — тӳрех пăрахса кайса пытанса ларăттăм.
— Вăт-вăт! Эпĕ те çавăн пекех. Пĕтнĕ çын вĕт вăл! Пĕтрĕ ĕнтĕ! Сана ăна шел мар-и... хăшпĕр чухне?
— Час-часах... ия, час-часах шел туйăнать. Путлĕ çынах мар вăл, — анчах никама та усал тумасть вĕт-ха. Никама та, нихçан та. Пăртак эрех ĕçмелĕх пулă тытать те кайран вара ĕçсĕр сĕтĕрĕнсе çӳрет... Туршăн та, эпир пурте ĕçсĕр çапкаланса çӳретпĕр вĕт-ха. Пĕрех мар пулсан та, пирĕнтен нумайăшĕ ĕçлемесĕр пурăнаççĕ: пупсем тата ытти çавнашкал этемсем те. Çапах та вăл ырă кăмăллă пек: пĕрре вăл мана хăйĕн пуллине çуррине тыттарчĕ, пулли хăйне валли те сахалччĕ. Мана йывăр килсе тухнă чухне миçе хут вăл ман хута кĕрсе мана инкекрен хăтарман-ши?!
— Мана вăл хут çĕленсене юсаса паратчĕ, вăлтасене те çыхса паратчĕ. Эпир ăна тĕрмерен тухса тарма пулăшсассăа, питех аван пулатчĕ.
— Мĕн каларĕ вăл! Эпир ăна епле пулăшăпăр-ха? Пулăшсассăн та, ăна мĕн усси пур-ха? Вăл тухса тарать те, ăна каллех тытаççĕ.
— Ия, вăл çаплах... Вăл тĕрĕс. Анчах вăл уншăн айăплă мар çĕртенех ăна шуйттана вăрçнă пекех вăрçнине курас килмест вĕт-ха.
— Манăн та курас килмест, Том. Ăнлантăн-и, эпĕ çапла илтрĕм... Пирĕн пĕтĕм штата илсе пăхсан та, унăн сăнĕ-пичĕ вăрă-хурахсен евĕрлех, теççĕ, ку таранччен ăна епле çакса вĕлермен-ши тесе тĕлĕнеççĕ.
— Ия, ия, çавăн пек калаççĕ. Эпĕ те хам хăлхапах илтрĕм: ăна ирĕке кăларса ярсан та, [[I,570]] тăрăх çакса вĕлереççĕ, теççĕ.
— Çавăн пек тăваççĕ те вĕсем, çакса вĕлереççĕ. Ачасем нумайччен сăмахласа ларчĕç, анчах савăнмалли нимĕнех те пулмарĕ. Тĕттĕмленсен, вĕсем аякра ларакан пĕчĕк тĕрме таврашĕнче çапкаланса çӳреме тытăнчĕç, мĕн те пулин пулĕ те, пире тăруках мĕнпур йывăрлăхран хăтарса кăларĕç тесе ĕмĕтленчĕç пулĕ вĕсем.
Анчах нимĕн те пулмарĕ; тĕрмере ларакан телейсĕр çынпала ни ангелсем те, ни ырă кăмăллă тухатмăшсем те интересленмен пулмалла.
Ачасем пĕр япала çеç тума пултарчĕç, — ăна вĕсем ĕлĕк те час-часах тукаланă: тимĕрленĕ чӳрече витĕр Поттера пăртак табак тата ик-виçĕ коробка шăрпăк тыттарчĕç. Поттер аялти хутĕнче ларать, хурал çук.
Çавăн пек илсе пырса панăшăн вăл тав туни ачасене ĕлĕк те лайăх мар пек туйăннă. Ку хутĕнче вăл тав туни вĕсене тата хытăрах пырса тиврĕ. Вĕсем хăйсене хăйсем хăравçăсем пекех, çынна сутса яракансем пекех, туйрĕç. Поттер вĕсене çапла каларĕ:
— Ырă тунăшăн тавах сире, ачасем. Пĕтĕм хулине те мана никам та шеллекен çук. Эсĕр анчах шеллетĕр. Эпĕ ăна манмăп, çук, çук. Эпĕ час-часах хама хам çапла
калатăп: эпĕ пур пĕчĕк ачасене те хут çĕленсем юсаса параттăм, пулă хăш çĕрте лайăх кĕнине кăтартаттăм, пуринпе те юлташ пекехчĕ. Анчах халĕ, Мефăн инкек пулса тăрсан, пурте ватă Мефран аяккалла çаврăнса тăчĕç... Том аяккалла çаврăнса тăмарĕ, Гек та аяккалла çаврăнмарĕ... Çук, вĕсем ăна манмарĕç... вăл та манас çук вĕсене... Ия, ачасем, эпĕ хăрушă ĕç турăм, ӳсĕр пулнă эпĕ, ăссăр пулнă, çавăнта пĕтĕм айăпĕ... Халь ĕнтĕ мана çакса вĕлереççĕ, кĕтсех тăр... ку тĕрĕс ĕнтĕ... тĕрĕс. Вăл пуринчен те лайăхрах пулать. Чăнах, лайăхрах. Ну, мĕн калаçмалли пур ун çинчен. Сире, хамăн чи лайăх тусăмсене, хуйха ӳкерес мар. Эпĕ сире акă çакна çеç каласшăн: решетке хыçне кĕрсе ларас теместĕр пулсан, çав ылханлă эрехе ан ĕçĕр — ӳсĕр чухне çын хăйне хăй те пĕлмест... Пăртак аяккарах, хĕвеланăç еннеллерех тăрăр-ха, çакăн пек инкекре çынна пуринчен ытла тусĕсен пичĕсене курни çеç йăпатма тултарать, кунта ман пата никам та çӳремест, пĕр эсир çеç. Туссен ырă сăнĕ-пичĕсем... туссен ырă сăнĕ-пичĕсем... Пĕр-пĕрин çурăмĕ çине хăпарăр-ха, манăн сирĕн питĕрсене пăхасчĕ. Акă, çакăн пек. Халĕ ĕнтĕ мана алă парăр, — сирĕн аллусем решетке витĕр кĕме пултараççĕ, манăн ытла пысăк. Пĕчĕк алăсем вăйсăр, çапах та вĕсем Мефф Поттера лайăхах пулăшрĕç, май кинтĕ пулсан, вĕсем тата та нумайтарах пулăшу парĕччĕç.
Том пĕтĕмпех телейсĕр пулса килнелле утрĕ. Çав çĕр тĕлленнĕ тĕлĕкĕсенче те хăрамаллисем питех те нумай пулчĕç. Тепĕр кунне те, тата виççĕмĕш кунĕнче те вăл иртен пуçласа каçченех суд çурчĕ патĕнче çапкаланса çӳрерĕ. Темĕнле çĕнтермелле мар вăй ăна шалалла кĕме туртрĕ, анчах вăл, ирĕксĕрех хăйне чарса, урамра тăрса юлчĕ. Гек та çавнашкалах пулчĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулмасăр çӳреме тăрăшрĕç. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе пĕри те, тепри те таçта аяккалла пăраха-пăраха кайрĕç. Анчах çав усал вăй вĕсене каллех ĕлĕкхи вырăн патнелле туртрĕ. Пĕр-пĕр пăхма пынă çын суд залĕнчен урамалла тухсанах, Том сĕмсĕрленсех кашни сăмахах итлеме тăрăшрĕ, анчах хыпарĕсем хурланмалласкерсем пулчĕç: мĕскĕн Поттер суд йĕркин танати ăшне хытăрах та хытăрах кĕрсе çыхăнса пычĕ. Иккемĕш кунĕ иртнĕ çĕрелле хулари çынсем çапла çеç сăмахларĕç: Джо индеец каланисем пурте тĕрĕс пулчĕç, присяжнăйсем мĕскĕн Поттер тĕлĕшĕпе мĕнле приговор тăвас пирки нимĕн те иккĕленмелли çук ĕнтĕ.
Каç пулса нумай вăхăт иртсен, Том килне таврăнчĕ, хăй вырăнĕ патне чӳрече витĕр кĕчĕ. Унăн ăшчикки шутсăр хускалса кайнă пирки вăл нумайччен çывăраймасăр выртрĕ. Тепĕр кунне пĕтĕм хула суд çурчĕ патне пуçтарăнса тăчĕ, мĕншĕн тесен çав кун ĕçе татмалли кун пулчĕ. Халăх залра туллиех пуçтарăннă — арçынсем те, хĕрарăмсем те пур. Юлашкинчен, нумайччен кĕтнĕ присяжнăйсем умлă-хыçлă утса кĕчĕç те хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Пĕр ик-виçĕ минутран шап-шурă хуралса кайнă салху Поттера илсе кĕчĕç. Унăн сăн-питĕнче вăл хăраса ӳкни, пĕтĕм шанчăка çухатни палăрса тăчĕ. Ăна сăнчăрпа сăнчăрланă: пăхас текенесем пурте пăхчăр тесе, ăна курăнмалли вырăна лартрĕç. Çавăн пекех курăнмалла вырăнта тата Джо индеец ларать. Вăл яланхи пекех нимĕн пăшăрханмасть, канлĕ. Каллех шăп пулчĕ, унтан судьясем пырса кĕчĕç те, шериф суд уçăлни çинчен пĕлтерчĕ. Яланхи пекех судри ĕçлĕ çынсем хушшинче пăшăлтату пуçланса кайрĕ, писарĕсем хутсемпе кăштăртатаççĕ. Çак вак-тĕвек япалапа аппаланса хăтланни, çавăнпа вăхăта ирттерни тата хытăрах кĕттерсе пăшăрхантармалла, унта чаплăлăхĕ те ытларах.
Виле тупнă кунне ирхине ирех Мефф Поттер аллисене çуса тăнине куракан свидетеле чĕнтерчĕç. Свидетель: «Мана курсан, Мефф Поттер тӳрех чупса кайрĕ», — терĕ. Тата виç-тăват ыйту парсан, прокурор защитника çапла каларĕ:
— Халĕ сирĕн черет. Свидетельрен ыйтăр, — терĕ. Айăпланакан çын пĕр минутлăха куçĕсене çӳлелле хăпартса пăхрĕ, анчах защитникĕ: «Манăн нимĕнле ыйту та çук», — тесе каланине илтсенех, вăл каллех аялалла пăхрĕ.
Тепĕр свидетелĕ: «Эпĕ çĕççине вĕлернĕ çыннăн ӳчĕ çумĕнчех тупрăм», — тесе каларĕ.
Прокурор каллех защитник еннелле пăхса:
— Эсĕр свидетельтен тĕпчеме пултаратăр, — терĕ.
Защитникĕ каллех: «Манăн нимĕнле ыйту та çук», — терĕ.
Виççĕмĕш свидетелĕ çапла каларĕ: «Час-часах эпĕ çав çĕççе Поттер аллинче куркаланăччĕ», — терĕ.
Прокурор каллех защитника: «Эсĕр свидетельтен тĕпчеме пултаратăр», — терĕ.
Защитникĕ каллех: «Манăн нимĕнле ыйту та çук», — терĕ.
Пăхса ларакансен пичĕсем çинче вĕсем тарăхса кайни палăрче. Мĕнле тĕленмелле защитник ку? Хăйĕн клиентне кантра ункинчен хăтарас тесе, нивушлĕ пĕртте тăрăшмасть вăл?
Виç-тăватă свидетелĕ тата: «Çын вĕлернĕ çĕре илсе пырсанах, Поттер хăйне-хăй айăплă çын пек тытатчĕ», — терĕç. Çав свидетельсене те защитник çаплипех, тĕпчемесĕрех ячĕ.
Çав асра тăракан ир масар çинче мĕн-мĕн пулса иртнисене шанчăклă свидетельсем тĕпĕ-йĕрĕпех кăтартса пачĕç. Анчах Мефф Поттерăн защитникĕ пĕр свидетельне те тĕпчеме хăтланса пăхмарĕ. Пăхма пынă çынсем тарăхса кайрĕç те хыттăнах ӳпкелеме тапратрĕç, çавăнпа суд предсадателĕ те вĕсене хытă систерӳ турĕ.
Çавăн хыççăн прокурор тăчĕ те çапла каларĕ:
— Шанчăклă свидетельсем тупа тусах çак факта палăртса хучĕç: çав питех те хăрушă ирсĕр ĕçе урăх никам та мар, çак айăпланакансен сакĕ çинче ларакан мĕскĕн çынах тунă. Урăх нимĕн те хушса каламалли çук.
Мĕскĕн Поттер ахлатса илчĕ те, питне аллисемпе хупласа, хуллен каллĕ-маллĕ сулланкаласа ларчĕ. Суд залĕнче ытла та шăп пулчĕ, çакă вара çынсемшĕн темĕнле йывăр пек туйăнчĕ. Арçынсен нумайăшĕн кăмăлĕсем çемçелсе кайрĕç, нумай хĕрарăм хĕрхеннипе йĕрсе-макăрса ячĕ.
Защитник хăй вырăнĕнчен тăчĕ те: «Хисеплĕ сэр! Судра пренисем пуçланнă чухне эпĕ çапла ыйту панăччĕ: çынна çакăн пек хăрушшăн вĕлерес ĕçе манăн клиент хăй нимĕн пĕлмен чухне, спиртлă шĕвек ĕçнипе тăнсăр пулсассăн, тунине кăтартса паратăп тенĕччĕ. Анчах эпĕ хамăн шута улăштартăм, присяжнăйсем хĕрхенӳллĕрех пулччăр тесе те ыйтмастăп», — терĕ.
Кайран вăл суд приставне çапла каларĕ:
— Илсе кĕртĕр Томас Сойера, — терĕ.
Пурте, вăл шутра Поттер хăй те, тĕлĕнни палăрса кайрĕ. Пур çын куçĕ те Том çинелле тĕллесе пăхса ларчĕ. Вăл тăчĕ те судья сĕтелĕ патнелле утса пычĕ. Ача шутсăрах хăраса ӳкнипе темĕнле тискеррĕн, нимĕн тума пĕлмесĕр пăхса тăчĕ. Ăна тупа тутарттарчĕç.
— Томас Сойер, эсĕр июнĕн вунçиччĕмĕшĕнче çур çĕр тĕлнелле ăçта пулнăччĕ?
Том Джо индеецăн тимĕр пек сăнĕ-пичĕ çине пăхса илчĕ те, унăн чĕлхи карланкă çумнех çыпçăнса ларчĕ. Итлесе ларакансем сывлама та чарăнчĕç. Анчах Томăн сасси илтĕнмерĕ. Темиçе минутран вăл çапах та пăртак хăй майне кĕркелесе çитрĕ, залра ларакан çынсенчен хăшпĕрисем вăл аран ăнланмалла: «Масарта!» — тесе каланине илтрĕç.
— Тархасшăн, пăртак хыттăнрах калăр. Ан хăрăр. Эппин, эсĕр пулнă...
— Масарта.
Индеец Джон пичĕ çинче темĕнле йĕрĕннĕ пек кулса илни курăнса кайрĕ.
— Эсĕр Вильямса пытарнă шăтăк çывăхĕнче пулман-и?
— Ия, пулнă, сэр.
— Тархасшăн, пăртак хытараххăн. Эсĕр çав шăтăк патĕнче мĕн таран çывăхра пулнă?
— Халь сирĕн пата мĕн чул çывăх, çавăн пекех çывăх пулнă.
— Эсир пытанса ларнăччĕ-и е курăнмаллах тăнă-и?
— Пытанса ларнăччĕ.
— Ăçта?
— Вилтăпри çумĕнче ларакан хурамасем хыçне.
Индеец Джо кăштах палăрмалла чĕтренсе илчĕ.
— Сирĕнпе пĕрле тата кам та пулин пулнă-и?
— Ия, сэр, эпĕр унта иккĕн...
— Чарăнăр-ха, пăртак тăхтăр. Сирĕнпе пĕрле пынин ятне халĕ калама та кирлех мар. Вăхăт çитсен, эпир унтан та тĕпчесе пăхăпăр. Эсĕр хăвăрна пĕрле масара мĕн те пулин илсе пынăччĕ-и?
Том калама аптăрасах тăчĕ. Вăл вăтанса кайрĕ пулмалла.
— Калăр, ан хăрăр, — тĕрĕс каланине яланах хисеплеме тивĕçлĕ. Мĕн илсе пытăр-ха эсĕр унта?
— Пĕр... пĕр вилĕ кушак çеç.
Залра савăклăн кулса илни илтĕнсе кайрĕ. Председатель чăтăмсăррăн сĕтел çинчи шăнкăравне шăнкăртаттарса илчĕ.
— Эпир çав кушакăн шăммисене илсе килсе кăтартăпăр. Халĕ ĕнтĕ, тусăм, эсĕр мĕн курнине пурне те епле пулнă, пурне те нимĕн пытармасăр каласа кăтартăр, нимĕн те ан хăрăр.
Том пуçласа ячĕ — малтан хăракаласарах, унтан ерипенех хĕрсе кайрĕ, унăн сăмаххи лайăхрах юхма пуçларĕ; часах суд залĕнче унăн сасси çеç илтĕнсе тăракан пулчĕ, ыттисем шăпланчĕç. Çынсем çăварĕсене карсах, сывлăшĕсене чарсах, вăхăт иртнине сисмесĕрех унăн кашни сăмахне итлерĕç, çав тери хăрушă япала çинчен каланине итлесе, шалт тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Епле вĕлерни çинчен калама тапратсанах, пĕтĕм çын хумханасси вĕçне-хĕрринех çитсе тăчĕ. Том вара пĕр хăрамасăрах çапла каларĕ.
— Тухтăр Мефф Поттера пуçĕнчен хăмапа пачĕ, лешĕ кайса ӳкрĕ, индеец Джо çĕçĕ ярса илсе тухтăр патнелле тапса сикрĕ те...
Тăпăрт-тăпăрт! Çиçĕм çиçнинчен те хăвăртрах метис чӳрече патнелле тапса сикрĕ те, хăйне чарма хăтланакансене сирсе, чӳрече витĕр тухса тарчĕ.
24-мĕш сыпăк. Тĕлĕнмелле лайăх кунсем — шутсăр хăруша каçсем
Том татах тепĕр хутчен чаплă герой пулса тăчĕ. Ваттисем каллех ăна ачашларĕç, вĕттисем ăна кĕвĕçрĕç. Вăл хăйне валли вилсен те çухалмалла мар чап тупре: вырăнти хаçат ăна пĕлĕт патне хăпартсах мухтарĕ. Çапла калакан та тупăнчĕ: «Унччен ăна çакса вĕлермеççĕ-тĕк, вăл президент пулать».
Тĕнчере çакан пек пулать ĕнтĕ: çăмаллăн ĕненсе улшăнса пыракан тĕнче Мефф Поттершăн хăйĕн ытамĕсене уçрĕ те, ку таранччен ăна мĕнле асаплантарнă, çавăн пекех хĕрӳллен ачашлама тапратрĕ. Çакă ĕнтĕ çынсене чи лайăх енчен кăтартса парать, кунта темĕнле лайăх марри пур тесе шутлама та пертте кирлĕ мар.
Томшăн хавасланса хĕпĕртесе çӳремелли кунсем пуçланчĕç, анчах çĕрлесенче унăн сехрийĕ пĕтĕмпех хăпса пĕтрĕ. Джо индеец яланах ăна тĕлĕксенче курăнса «Сана пĕтеретĕп!» — тесе питĕ хăрушшăн юнарĕ. Хĕвел ансанах, арçын ачана нимĕнпе те килтен урамалла илĕртсе кăларма пулмарĕ. Мĕскĕн Гек та çавăн пекех пăшăрханса, хăраса пурăнчĕ, мĕншĕн тесен суд ыран пулать тенĕ чухне Том пĕтĕм историе Поттерăн защитникне каласа кăтартнă. Метис тарнă пирки Гек хăй суд умне тухса калас нушаран хăтăлнă пулсан та, çапах вăл хăй çав ĕçе хутшăнни палăрассинчен шутсăр хăрарĕ. Вăл защитника тархасласа çав ĕçе вăрттăнлăхра тытса усрамашкăн сăмах партарчĕ. Том тӳссе тăрайманнипе сĕм çĕрле защитник килне чупса кайса, питĕ хытă тупа тунипе çыхса хунă чĕлхе-çăварне уçса, çав хăрушă ĕç çинчен каласа кăтартсанах, Гек этем йăхне пĕтĕмпех шанма пăрахнă теме пулать.
Кăнтăрла, Поттер тав тунисене илтсенех, Том çав япалана каласа кăтартнăшăн хĕпĕртерĕ, анчах çĕрле вара чĕлхене ма çыртса çӳремерĕм-ши, тесе кулянчĕ. Пĕрре вăл çав Джо индееца нихăçан та тытас çуккинчен хăрарĕ, тепре тата ăна тытаççĕ пулĕ тесе хăрарĕ. «Çав çын тупăкра выртнине хам куçпа курсан тин эпĕ канлĕ сывлама пултаратăп», — тесе шутларĕ вăл.
Пĕтĕм округĕпе ухтарса çӳрерĕç. Метиса тытнăшăн укçа памалла турĕç. Анчах ăна никам та тупаймарĕ. Сент-Луирен шутсăр тĕлĕнмелле пĕлӳçĕ, пур çын та хăраса тăракан питех те чаплă сыщике чĕнтерсе килчĕç. Вăл хыпашлакаларĕ, шăршлакаларĕ, питĕ шутсăр ăслă пек пулса пуçне суллакаларĕ, çав професси представителĕсем пурте ĕçе ăнăçтарнă пек вăл тĕлĕнмелле ăнăçу тума пултарчĕ. «Эпĕ йĕрне тупрăм», — тесе пĕлтерчĕ вăл. Анчах çын вĕлернĕшĕн «йĕре» çакса вĕлерме пулмасть вĕт-ха, çавăнпа сыщик кайсан, Том ĕлĕкхи пекех шутсăр шикленсе пурăнчĕ.
Кунсем хуллен çеç иртсе пычĕç. Çапах та Томăн ăшчикки вăркаса тăнин йывăрлăхĕ кашни кунах пăртак çăмăлланса пычĕ.
25-мĕш сыпăк. Тăпра ăшне алтса чикнĕ укçана тупма тăрăшни
Кашни арçын ача пурнăçĕнчех çакăн пек тапхăр пулать: пытарса хунă укçана алтса кăларасчĕ тесе шутсăр çунать. Пĕрре çапла Тома та çак туйăм çавăрса илчĕ. Вăл Джо Гарпера шырама тухса утрĕ, анчах ăнăçу пулмарĕ. Унтан вăл Бен Роджерса шырама тытăнчĕ, анчах лешĕ пулă тытма тухса кайнă. Юлашкинчен вăл Гек Финна тĕл пулчĕ. Гек — Юнлă алă — ку ĕнтĕ чи юрăхлă юлташ. Том ăна хăйсем калаçнине никам та итлесе тăма пултарайман çĕре ертсе кайрĕ те унта вара хăй мĕн тума шутланине каласа кăтартрĕ. Гек килĕшрĕ. Гек вăл укçа тăкмасăрах хавасланма май килекен çĕре кирек ăçта та ерме яланах хатĕр, мĕншĕн тесен унăн вăхăчĕ питĕ нумай. Вăл çав вăхăта ăçта чикессине те пĕлмест. Паллах ĕнтĕ, манăн вăхăт укçа вырăннех тесе калама та пултараймасть вăл.
— Ăçта алтăпăр-ха эпир? — тесе ыйтрĕ Гек.
— Э, пур çĕрте те, тĕрле вырăнта.
— Укçасене пур çĕре те алтса чикнĕ-ши вара?
— Паллах, пур çĕрте те чикмен, Гек. Вĕсене е пĕр-пĕр утрава, е çĕрсе кайнă ватă йывăçăн пĕр-пĕр турачĕ тĕлне алтса чикеççĕ. Çур çĕрте турат мĕлки хăш тĕле ӳкет, лăп çав вырăна алтса чикеççĕ. Анчах, пуринчен те ытларах, усал тухакан çуртсенчи тĕпсакайсене пытараççĕ.
— Кам алтса чикет вара?
— Паллах ĕнтĕ, вăрă-хурахсем. Эсĕ камсем чикеççĕ пулĕ тенĕ? Вырсарникунхи шкулсенчи пуçлăхсем-и?
— Пĕлместĕп. Вăл укçа манăн пулсан, эпĕ ăна алтса чикес çукчĕ, — эпĕ укçине салатса савăнса çӳрĕттĕм.
— Эпĕ те. Анчах вăрă-хурахсем ун пек хăтланмаççĕ: вĕсем яланах укçана тăпра ăшне пĕр-пĕр улах вырăна алтса чикеççĕ.
— Унтан вара каялла алтса кăларма пыраççĕ-и?
— Çук, вĕсем пырса кăларма шутлаççĕ, анчах кайран паллă туса хăварнисене манса каяççĕ те хăйсем вилсе выртаççĕ. Вăт вара пытарнă укçи выртать те выртать, тутăхма пуçлать. Унтан вара кам та пулин кивелсе, саралса кайнă хут тупать, унта мĕнле паллăсем тăрăх шырамаллине кăтартса панă. Çав хутне вуласа пĕлме те эрни-эрнипех хăтланмалла пулать, мĕншĕн тесен унта ялтах кукăр-макăр кукрашкасем те [[I,571]] кăна.
— Гиро... мĕн?
— Ги-ро-глифсем... тĕрлĕ картинкăсем... кукăр-макăр чĕркеленисем, малтан куçпа пăхмашкăн вĕсем нимĕн те пĕлтермен пек туйăнаççĕ.
— Санăн та ун пек хут пур-и, Том?
— Çук.
— Паллă туса хăварнисене эсĕ епле пĕлетĕн апла?
— Мана паллă тунисем кирлĕ те мар. Укçасене яланах усал тухалакан çуртсем айне, е утрава е пĕр-пĕр турачĕ ытти туратсенчен вăрăмрах тухса тăракан хăрăк йывăç айне алтса чикеççĕ. Утравра, пирĕн Джексон утравĕнче, шырама хăтланса пăхкалăпăр ĕнтĕ. Çавнашкал татах та хăçан та пулин, тепĕр чухне хăтланса пăхма пултаратпăр. Усал тухакан кив çурчĕ эрех савăче патнелле юхакан пĕчĕк шыв хĕрринче, тура ларать, унта вара хăрăк туратлă йывăçсем те темĕн чухлех.
— Кашни йывăçĕ айнех алтса чикнĕ-и?
— Авă мĕн каларĕ вăл! Паллах, пурин айне те мар.
— Хăшĕн айĕнче алтмаллине ăçтан пĕлетĕн-ха эсĕ?
— Кашнин айнех алтса пăхатпăр.
— Том, апла пирĕн çу каçипех шыраса хăтланмалла пулать вĕт.
— Пулсан вара? Ун вырăнне эпир пĕр çĕр доллар хунă пăхăр хуран тупма пултаратпăр. Долларĕсем вĕт тĕлĕнмелле аванскерсем, çиелтен тутăхнăскерсем, е тата туп-туллиех брильянт тултарнă çурри çĕрĕк арча та тупма пултаратпăр. Мĕн калăн-ши вара эсĕ ун чухне?
Гекăн куç-пуçĕ çуталса кайнă.
— Вăт ку питех те аван. Вăл мана хам ĕмĕре ĕмĕрлеме те çитет. Брильянчĕсем мĕне кирлĕ-ха мана? Эсĕ мана çĕр долларне çеç пар, брильянчĕсем мана ахаль парсан та кирлĕ мар.
— Вăт питĕ аван та апла пулсан! Эпĕ ĕнтĕ брильянтсене пăрахса хăварас çук, эсĕ ăна шанса тăма та пултаратăн. Вĕсенчен хăшпĕрисем пĕри çирĕмшер доллар тăраççĕ. Пĕр доллар е доллар çурă тăманни пĕрре те çук.
— Чăнах-и?
— Чăн сăмах, кирек камран ыйтса пăх хăть. Эсĕ брильянтсене нихçан та курман-и вара, Гек?
— Хам астăвасса курман ĕнтĕ.
— Патшасен брильянтсем тăвĕ-тăвĕпех выртаççĕ.
— Эпĕ патшасемпе паллашса пăхман-çке-ха.
— Паллах, ăçта санăн паллашмалла. Вăт эсĕ Европăна пырса лекнĕ пулсан, унта эсĕ вĕсене пĕр купах кураттăнччĕ. Унта вĕсем çаплипех кĕшĕлтетсе сиккелесе çӳреççĕ.
— Сиккелесе çӳреççĕ?
— Тĕлĕнтермĕш çак эсĕ. Мĕн тума сиккелесе çӳреччĕр-ха вĕсем?
— Эсĕ ху каларăн вĕт-ха вĕсем сиккелесе çӳреççĕ тесе?
— Пустуй! Эпĕ вĕсем Европăра темĕн чухлех тесе каласшăнччĕ. Паллах ĕнтĕ, вĕсем сиккелесе çӳремеççĕ, мĕн тума сиккелесе çӳреччĕр-ха вĕсем? Курасчĕ санăн вĕсене, унта вĕсем шутсăрах нумай, ав çав леш Ричард...
— Ричард? Хушамачĕ мĕнле вара унăн?
— Корольсен хушамачĕсем пулмаççĕ. Корольсен ятсем çеç.
— Мĕн пуплетĕн эсĕ?
— Чăн калатăп сана.
— Апла пулсан, манăн пĕрре те король пулас килместь. Тен, вĕсене хăйсене, негрсене чĕннĕ пек, пĕр ятран çеç чĕнни килĕшет пулĕ. Анчах вăл мана пĕрре те кăмăла каймасть. Ăçта чаватпăр-ха ĕнтĕ эпир?
— Пĕлместĕп ĕнтĕ. Ав çавăнта, леш енче, ту хĕрринче ларакан ватă йывăçран пуçлас мар-ши? Унăн тата пĕр турачĕ хăрăк.
— Юрать.
Вĕсем катăк кирка тата катăк кĕреçе тупрĕç те çула тухса кайрĕç.
Виçĕ миля каймалла пулчĕ. Вĕсем палăртнă вырăна хĕрелсе кайса тата хытă хашкаса çитрĕç те çывăхри хурама мĕлкине канма, табак туртма выртрĕç.
— Ку ман кăмăла каять, — терĕ Том.
— Манне те.
— Итле-ха, Гек, эпир çакăнта ырлăх тупсан, эсĕ хăвăн çур тӳпӳпе мĕн тăвăттăн?
— Эпĕ-и? Эпĕ кашни кунах аш кукли çиетĕп, çиелтен сода шывĕ ĕçетĕп, цирк килсен, кулленех цирка çӳретĕп. Эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ савăклăн пурăнмашкăн.
— Нивушлĕ эсĕ нимĕн те запас туса хăвармастăн?
— Запас хăвармалла-и? Мĕн тума кирлĕ вăл?
— Епле апла мĕн тума? Кайран пурăнма çиттĕр, тесе.
— Э, вăл пустуй. Эпĕ укçине салатса пĕтерме васкамасан пĕр-пĕр кун атте каялла çаврăнса килет те укçине хăйĕн аллипех туртса илет. Çакăн хыççăн вара усă курмалли те çук. Пĕлсех тăр, яп-яках тасатса пĕтерет вăл. Эсĕ тата хăвăн тӳпӳпе мĕн тăватăн, Том?
— Эпĕ параппан, хĕç, хĕрлĕ галстук, бульдог çури илетĕп тата авланатăп.
— Авланатăн?
— Ия.
— Том, эс... эсĕ чипер ăслах мар!
— Тăхта-ха, курăн.
— Унтан ухмахларах япала эсĕ нимĕнех те шухăшласа кăлараймăн ĕнтĕ, Том. Манăн аттепе аннене илсе пăх-ха эсĕ, — вĕсем иртен пуçласа каç пуличченех çапăçатчĕç вĕт. Çапăçатчĕç. Эпĕ аванах астăватăп ăна.
— Вăл ниме те пĕлтермест: эпĕ илес текенни вăл çапăçса хăтланас çук.
— Ман шутпа, вĕсем пурте пĕрех. Çук, Том, эсĕ лайăхрах шухăшласа пăх, — эпĕ сана тĕрĕс калатăп, — шухăшласа пăх. Мĕн ятлă-ха санăн хĕр татăкки?
— Вăл хĕр татăкки мар, вăл хĕрача.
— Пурпĕрех ĕнтĕ. Пĕрисем хĕрача теççĕ, теприсем — хĕр татăкки. Кам мĕнле калас тет, çапла калать. Ку та, вăл та тĕрĕс. Вăл мĕн ятлă-ха, Том?
— Хăçан та пулин калăп, халь мар.
— Юрĕ, ху пĕлетĕн. Анчах эсĕ авлансан вара, эпĕ пат-пĕчченех тăрса юлатăп.
— Каларĕ тата. Эсĕ пирĕн пата куçатăн та, эпир вара пурте пĕрле виççĕн пурăнатпăр. Халĕ ĕнтĕ çитĕ йăваланкаласа выртма, — чавма тытăнар.
Вĕсем пĕр çур сехет хушши чавса хăтланчĕç, тарласа кайрĕç, анчах нимĕн те тупаймарĕç, тата çур сехет хушши пек ĕçлерĕç, каллех нимĕн усси те пулмарĕ. Юлашкинчен Гек çапла каларĕ:
— Нивушлĕ укçасене яланах çакăн пек тарăн алтса чикеççĕ?
— Хăшпĕр чухне çеç, яланах мар. Тата пур укçасене те мар. Эпир кирлĕ телте чавмастпăр пулмалла.
Вĕсем тепĕр вырăн суйласа илчĕç те каллех ĕçе пикенчĕç. Халĕ ĕнтĕ ĕç питех хăвăртах та пулса пымарĕ, анчах çапах та малалла шукаласа пычĕ. Пĕр хушă вĕсем иккĕшĕ те ним шарламасăр чаврĕç, унтан Гек алтма пăрахрĕ, кĕреçе çине тайăнчĕ, çамки çинчен шултра тар тумламĕсене çаннипе шăлса илчĕ те:
— Çак шăтăка алтса пĕтерсен, кайран ăçта чаватпăр-ха? — терĕ.
— Эпĕ Кардиф тăвĕ çинче, тăлăх арăм çурчĕ хыçĕнче, ватă йывăç айĕнче хăтланса пăхас мар-ши тесе шухăшлатăп.
— Юрать ĕнтĕ, вырăнĕ юрăхлăскер. Анчах эсĕ, Том, мĕнле шухăшлатăн, тăлăх арăм пирĕнтен тупнă укçине туртса илмест-ши? Вăл унăн çĕрĕ вĕт.
— Пирĕнтен укçана туртса илме-и! Хăтланса пăхтăр-ха! Çук ĕнтĕ, алтса чикнĕ укçана кам тупнă, вăлах илет. Вăл камăн çĕрĕ ăшĕнче пулни ниме те пĕлтермест.
Гек лăпланчĕ. Вĕсем татах чаврĕç, анчах тепĕр тапхăртан Гек çапла каларĕ:
— Мур илесшĕ, эпир каллех кирлĕ çĕрте алтмастпăр. Эсĕ мĕнле шухăшлатăн?
— Тĕлĕнмелле, Гек, шутсăрах тĕлĕнмелле, — эпĕ нимĕн те ăнланаймастăп. Пире хĕрарăм-тухатмăшсем кансĕрлеççĕ пулĕ, тен? Ман шутпа, кунта хĕрарăм-тухатмăшсем сăтăр туса тăраççĕ.
— Каларĕ тата! Вĕсен кăнтăрла вăй-хăвачĕ пур-им вара?
— Тĕрĕс, тĕрĕс. Эпĕ ăна шухăшламанччĕ те. Э, халĕ ĕнтĕ пĕлетĕп ĕç мĕнлине: ухмахсем эпир иксĕмĕр те. Сарăлса тăракан турат мĕлки лăп çур çĕрте хăш тĕле ӳкнине тупмаллаччĕ вĕт малтан, унта тин алтмаллаччĕ.
— Ах, хăямат! Эппин, эпир çак хушăра пĕтĕмпех тăрă ухмахсем пекех ĕçлерĕмĕр пулать. Халĕ ĕнтĕ, мур илесшĕ, кунта тата тепĕр хут çĕрле килмелле пулать. Çав тери инçе çĕре. Санăн килтен тухса килме пулать-и?
— Эпĕ тухса килĕп-ха. Çакна кĕçĕрех туса пĕтерес пулать. Ахаллĕн, кам та пулин пирĕн шăтăксене курсанах, эпир çакăнта мĕн хăтланнине тӳрех чухласа илĕç те пытарнă укçана хăйсем кăларса кайĕç.
— Юрĕ! Эпĕ каллех сан чӳречӳ патне пырăп та кушакла макăрăп.
— Юрать. Киркăпа кĕреçене тĕмсем ăшне пытарăпăр.
Çĕрле, вуникĕ сехет тĕлнелле, ачасем палăртнă вырăна пырса çитрĕç те мĕлке тĕлне кĕрсе ларса кĕтме пуçларĕç. Вырăнĕ тискер, вăхăчĕ те ĕлĕкренпех хăрушă вăхăт тесе шутланаканскер. Шăпăлтатакан йывăç çулçисем ăшĕнче шуйттансем пăшăлтатаççĕ, кашни тĕттĕм кĕтесрех усалсем пытанса тăраççĕ, инçетре йытă вĕрнĕ сасă илтĕнет, ăна хирĕç тăмана хăрушшăн тĕвиклетет. Йĕри-таврари çутçанталăк чаплăхĕ ачасене пĕтĕмпех пусса тăчĕ, вĕсем нимĕн те сăмахламанпа пĕрех. Юлашкинчен вĕсем çур çĕр çитрĕ ĕнтĕ тесе шутларĕç те ăçта мĕлке ӳкнине асăрхаса пăхрĕç, вара чавма тапратрĕç. Вĕсене хăйсен ĕмĕчĕ çунатлантарса пычĕ, вĕсем хытăран та хытăрах интересленсе тата хытăрах тăрăшса ĕçлерĕç. Шăтăкĕ тарăнлансах пычĕ, кирки пĕр-пĕр хытă япала çумне пыра-пыра çапăнсанах, вĕсем шалтах хыта-хыта тăчĕç, — анчах кашни хутĕнчех вĕсен кĕтни ахалех пуччĕ. Кирка тымар çумне е чул çумне пыра-пыра çапăннă иккен. Юлашкинчен Том çапла каларĕ:
— Каллех çав вырăн пулмарĕ, Гек. Каллех пустуй ĕçлетпĕр, — терĕ.
— Мĕнле çав мар? Эпир йăнăшман пуль-çке. Эпир лăпах мĕлке ӳкнĕ тĕлтен пуçласа ятăмăр вĕт.
— Пĕлетĕп, анчах айăпĕ унта мар-ха.
— Мĕнре тата?
— Акă мĕнре: эпир вăхăта хамăр чухлакаласа çеç шутларăмăр. Тен, ун чухне ытла та ир е ытла та çĕрле пулнă пулĕ.
Гек киркăна пăрахрĕ.
— Тĕрĕс... Çавăн пирки пулчĕ те. Эппин, çак ĕçе пăрахмаллах пулать. Тĕрĕс вăхăта эпир пурпĕрех нихçан та пĕлес çук вĕт. Кунсăр пуçне тата, йĕри-тавра хĕрарăм-тухатмăшсемпе шуйттансем йăшăлтатса çӳренĕ чухне, кунта питех те хăрушă ĕнтĕ. Мана пĕрмаях хам хыçра темскерсем тăнă пек туйăнать, эпĕ каялла çаврăнса пăхма та хăратăп, мĕншĕн тесен, тен, урăххисем малта тăраççĕ пулĕ, эпĕ каялла çаврăнса пăхассине кĕтсе çеç тăраççĕ пулĕ вĕсем. Манăн пĕрмаях çанçурăм сăрăлтатса тăрать.
— Мана та хăрамалларах пек туйăнать, Гек. Йывăç айне укçа алтса чикнĕ чухне, укçасене астуса тăтăр тесе, çав шăтăках çын вилли хураççĕ.
— Эй, турă, çырлах!
— Ия, ия, хураççĕ, — эпĕ ун çинчен çынсенчен нумай илтнĕ.
— Çук, Том, пĕлетĕнни, манăн вилĕсемпе аппаланас килмест. Вĕсемпе яланах инкек куратăн ĕнтĕ.
— Манăн та вĕсене вăратас килмест, Гек. Сасартăк, тен, çакăнта выртаканни хăйĕн пуç чашкине кăларĕ те мĕн те пулин калĕ.
— Ан калаç, Том. Хăрамалла!
— Хăрамасăр, Гек, — эпĕ хам та хам мар пек.
— Итле-ха, Том, каяр. Урăх çĕрте телей шыраса пăхар.
— Чăнах та каяр. Вăл луччĕ пулĕ, тен.
— Ăçта кайăпăр-ха эпир?
Том пăртак шухăшласа пăхрĕ те çапла каларĕ:
— Ав çавăнта... Хайхи çурта... çавăнта, усалсем тухнă çĕре.
— Пăчлантăр вăл. Усал тухнисене юратмастăп эпĕ. Вилесенчен те усалтарах вĕсем. Вилĕ, тен, хăшпĕр чухне калаçма та тытăнать пулĕ. Анчах вăл [[I,572]] тăхăнса санăн тавра çапкаланса çӳремест, сана тӳрех питренех пырса пăхмасть, çав усалсем пек шăлĕсене те шатăртаттармасть. Эпĕ, çавăн пек япала курсан, тӳсме те пултарас çук. Том, ăна, чăнах та ĕнтĕ, никам та тӳсме пултарас çук.
— Ия, анчах усал-тĕселсем çĕрле çеç тухса сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ вĕт, кăнтăрла вĕсем пире чавма та кансĕрлес çук.
— Вăл апли апла та-ха, анчах эсĕ çынсем çавăн пек çуртсене çĕрле çеç мар, кăнтăрла та кĕме юратманнине аванах пĕлетĕн вĕт-ха?
— Çакă вăл пуринчен ытларах акă мĕнтен килет: çынсем кама та пулин пуснă е вĕлĕрнĕ çĕре ахаль те кĕрсе çӳресшĕн мар. Анчах çав çурт çумĕнче çĕрле те нимĕн те курăнмасть вĕт, — кăвак вут çути çеç хăшпĕр чухне чӳречерен йăлт-йăлт курăнкаласа каять — анчах усал тухнисем çук унта.
— Том, эсĕ, ăçта та пулин кăвак вут çути йăлт-йăлт туса тăнине курсан, ĕнтĕ усал тухасси те инçех мар тесе тавлашма пултаратăн. Вăл ĕнтĕ ахалех те паллă, ху шутласа пăх-ха: усалсемсĕр пуçне никам та кăвак çутă çутакан çук.
— Вăл апли апла та-ха, çапах та вĕсем кăнтăрла утса çӳремеççĕ вĕт. Мĕнтен хăрамалли пур вара пирĕн вĕсенчен?
— Юрать, санăн каяс килет пулсан, унта та чавса пăхар, çапах та питĕ шиклĕ япала.
Арçын ачасем ту çинчен утса анчĕç. Аялта, айлăм варринче, тухатса хунă çурт пĕччен çеç курăнса ларать, ăна уйăх çути çап-çутă çутатса тăрать. Çав çурт таврашĕнчи карта тахçанах ишĕлсе пĕтнĕ, пӳртӳм картлашкисем çине те çумкурăксем ӳссе ларнă, мăрйи ишĕлсе аннă; чӳречисенче кантăксем пулман, тăррин кĕтесси те шалалла анса каннă. Ачасем çав хупă çурта нумайччен аякран пăхса тăчĕç, чӳречинче кĕçех кăвак вут çути курăнса кайĕ тесе хăйсем хушшинче шăппăн калаçрĕç, — çавăн пек тухатса лартнă вырăнсенче çапла калаçма тивет те ĕнтĕ. Унтан вĕсем сылтăмалла пăрăнчĕç, çав хăрушă çурт çумĕнчен иртсе каяс мар тесе, пысăк кукăр туса, вĕсем киле вăрман витĕр, Кардиф тăвĕн леш енĕпе çаврăнса кайрĕç.
26-мĕш сыпăк. Каллех Джо индеец
Тепĕр кунне, кăнтăрла тĕлĕнче, ачасем каллех хăрăк йывăç патне пычĕç: вĕсем хăйсен хатĕрĕсене илсе каяс, терĕç. Том усал тухакан çурта кĕрсе курасшăн çунчĕ. Гек та унталла туртăнчĕ, анчах тĕрĕссипе каласан, ытла хытах туртăнмарĕ.
— Итле-ха, Том, — тесе пуçласа ячĕ вăл, — эсĕ пĕлетĕн-и, паян мĕнле кун?
Том хăйĕн пуçĕнче эрнери кунсене шутласа тухрĕ те тĕлĕнсе кайса юлташĕ çине пăхрĕ.
— Ой-ой-ой! Эпĕ ун çинчен шухăшламан та, Гек.
— Эпĕ те ун çинчен шухăшламанччĕ, халĕ мана темĕнпе çапса илнĕ пекех пулчĕ: ара, паян пирĕн эрнекун-çке, тетĕп.
— Ах, çĕр çăтасшĕ! Вăт мĕнле асăрханса çӳремелле, Гек. Эпир, çавăн пек ĕçе эрнекун тапратса янă пулсан, шутсăр усал инкек курма пултараттăмăр.
— Пултараттăмăр! Кала луччĕ кураттăмăрах тесе. Пур пулĕ, тен, телейлĕ кунсем те, анчах, паллах ĕнтĕ, эрнекун мар.
— Ăна пур ухмах та пĕлсе тăрать. Эсĕ пирвай пĕлсе каламан ăна, Гек.
— Эпĕ пирвай тесе калатăп-и вара? Калассине те эрнекуншăн çеç каламастăп. Кĕçĕр çĕрле эпĕ лайăх мар тĕлек тĕллентĕм... йĕкехӳресене куртăм.
— Ия, йĕкехӳресем. Чăнах та, вĕсем инкек пуласса тĕлленеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе çапăçса хăтланчĕç-и?
— Çук.
— Апла мар пулсан, вăл аван-ха, Гек. Йĕкехӳресем çапăсса хăтланмаççĕ пулсан, вăл акă мĕне пĕлтерет: инкек е пулать, е пулмасть. Хăлхана çеç çивĕч тытмалла, тен, инкек курмастăн та. Пăрахар-ха ку ĕçе: паян вăхăт çитмен-ха унпала хăтланмашкăн, выляр луччĕ. Эсĕ, Гек, Робин Гуда пĕлетĕн-и?
— Çук. Кам вăл Робин Гуд?
— Англире пурăннă чи аслă çынсенчен пĕри пулать вăл... чи, чи лайăххи. Вăрă-хурах.
— Ав мĕнле, манăн ун пек пуласчĕ! Кама çаратнă вара вăл?
— Пупсемпе судри чиновниксене тата пуян çынсене те, патшасене те. Чухăн çынсене нихçан та хур туман вăл. Чухăнсене вăл юратнă, хăй мĕн тупнине яланах вĕсемпе пĕрле тĕрĕс валеçнĕ.
— Вăт вăл ĕнтĕ лайăх çын пулнă пулмалла.
— Лайăх çын пулмасан! Ун пек питĕ ырă чунлă çын тĕнчере урăх нихçан та пулман. Халĕ ун пек çынсем пĕрре те çук — чăн калатăп сана; унăн аллине çурăмĕ хыçнелле çыхса лартсассăн, вăл тепĕр аллипе кирек кама та... Англире пурăнакан кирек хăш çынна та тытса хĕртет. Вăл, хăйĕн тисс çĕмренĕнчен тĕллесе ухă ярсан, вунă центлăх укçана та миля çурăран тивертнĕ.
— Тисс [[I,573]] мĕн вăл?
— Ăна эпĕ пĕлместĕп. Темĕнле ăраснарах йышши пулмалла... Робин Гуд укçа варри тĕлĕнчен мар, хĕрринчен пырса тивертсен лара-лара макăрнă. Паллах ĕнтĕ, ятлаçнă та. Çапла, эппин, эпир Робин Гудла вылятпăр. Вăл питĕ аван вăйă. Эпĕ сана вĕрентетĕп.
— Юрать.
Вĕсем каçченех Робин Гудла вылярĕç, вăхăчĕ-вăхăчĕпе усал тухакан çурт çинелле хытă пăха-пăха илчĕç, хăйсене ыран мĕн кĕтни çинчен сăмахларĕç. Хĕвел анма пуçласан, вĕсем йывăçсен вăрăм мĕлкисем урлă каçа-каçа килелле утрĕç, Кардиф тăвĕ çинчи çăра вăрмана кĕрсе часах курăнми пулчĕç.
Шăматкун, кăнтăрла иртсен, ачасем каллех хăрăк йывăç патне пычĕç. Малтан вĕсем табак турткаларĕç, сулхăнта сăмахлакаласа ларчĕç, унтан, ĕç ăнăçлă пулассине ытлах шанмасăр, хăйсен шăтăкĕнче аппаланса хăтланчĕç. Том каланă пек, час-часах акă çакăн пек пулкаланăран çеç вĕсем унта аппаланса пăхрĕç: хăшпĕр чухне пытарса хунă укçа патне çитесси пĕр ултă дюйм çеç юлсан, çынсем алăсене усса яраççĕ, унтан вара тепĕр çын пырать те кĕреçепе пĕрре çеç алтать — вара ĕçе те пулать вăл пĕтĕм ырлăха хăй илет. Анчах ку хутĕнче ачасем тăрăшса хăтланни ăнăçлă пулмарĕ. Хăйсен хатĕрĕсене хулпуççи урлă хурса, ачасем малалла уттарчĕç. Эпир пӳлĕхçĕпе шӳт туса хăтланмарăмăр, пытарнă укçана епле шырамалли йĕркесене йăлтах астуса тĕрĕс мар туса пытăмăр, тесе шухăшларĕç вĕсем. Юлашкинчен вĕсем усал тухакан çурт патне пырса çитрĕç.
Хĕвел çунтарса пăхнипе çутçанталăк шăпланни ачасене темĕнле хăрушшăн та кичеммĕн туйăнчĕ. Вĕсем алăк патнелле йăпшăнса пычĕç те четресех шалалла пăхрĕç. Çăра курăк ӳссе ларнă пӳлĕм, урайĕ-мĕнĕ те, штукатурки те çук, кăмаки çурри ишĕлсе пĕтнĕ; чӳречисем кантăксăр, пусми çĕрĕк; пур çĕрте те татăк-кĕсĕк эрешмен картисем çакăнса тăраççĕ. Ачасем хăра-хăра хуллен унта кĕчĕç. Хăйсем хушшинче вĕсем шăппăн калаçрĕç, сас-чăвĕ пуласса хытă тăнласа итлерĕç, кашни самантрах тухса тарма хатĕр тăчĕç.
Хуллен-хулленех вĕсем хăнăхса çитрĕç, хăрама пăрахрĕç те, вĕсен унта мĕн пуррине курасси те килсе кайрĕ. Йĕри-тавра пурне те вĕсем интересленсе пăхрĕç, хăйсем хăюллă пулнăшăн савăнчĕç, çав вăхăтра тата унтан тĕлĕнчĕç те. Кайран вĕсен çӳле те хăпарса пăхас килсе кайрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне хĕтĕртме тапратрĕç. Унтан киркăпа кĕреçине кĕтеселле пăрахрĕç та пусма тăрăх çӳлелле хăпарса кайрĕç. Унта та пурте çавăн пекех ирсĕр юхăнса пĕтнĕ. Пĕр кĕтесре вĕсем чăлан шыраса тупрĕç, чăланĕнче темĕн пулас пекех туйăнчĕ. Анчах чăланĕ пушах иккен. Халĕ вĕсем, пĕтĕмпех хастарланса, хăйсен майне ларса çитрĕç. Вĕсем аяла анса çӳлелле хăпарма тытăнас тенĕччĕ ĕнтĕ, сасартăк:
— Шăп тăр! — терĕ Том.
— Мĕн? — тесе ыйтрĕ Гек шăппăн, хăранипе шуралса кайса.
— Шăп! Унта... Эсĕ илтетĕн-и?
— Ия. Ой-ой-ой! Атя тарар!
— Шăп лар! Ан сывла. Алăк патнелле килеççĕ...
Урай хăмисем хушшинчи çурăксем витĕр мĕн те пулин курма хăтланса, ачасем урайне тăсăлса выртрĕç, сехрисем хăпнипе çавăн пек тапранмасăр выртрĕç.
— Акă чарăнса тăчĕç... Çук... килеççĕ... Килсе çитрĕç. Шăп лар, Гек, пĕр сасă та ан кăлар. Ох, ма эпĕ кунта килтĕм-ши!
Икĕ çын пырса кĕчĕ. Кашни ачиех:
«Пăх-ха, пĕри хăлхасăр-чĕлхесĕр старик, испанец, иккен, юлашки вăхăтра ăна пирĕн хулара çынсем икĕ хут е виçĕ хут куркаланăччĕ, теприне вара эпĕ нихçан та курман», — тесе шутларĕç.
«Тепри» питех те лайăх мар сăн-питлĕскер, чыссăр та çĕтĕк-çатăк тумтирлĕскер. Испанецĕ юланутлă çынсем пĕркенсе çӳрекен йышши утиялла пĕркеннĕ. Пичĕн икĕ енĕпе те унăн муталанчăк кăвак сухал; [[I,574]] айĕнчен кăтраланса тăракăн вăрам тă кăвак çӳçĕ усăнсă аннă, куçĕсене вăл симĕс куçлăхпа хупланă. Вĕсем пырса кĕрсенех, «тепри» ăна шăппăн темĕн каларĕ. Иккĕшĕ те, пичĕсене алăк патнелле, çурăмĕсене стена еннелле туса, çĕр çине юнашар кĕрсе ларчĕç. Калаканĕ хăй халапне малаллах тăсрĕ. Хуллен-хулленех вăл кăшт хăюлланчĕ те ăнланмалларах калаçма пуçларĕ.
— Çук, — терĕ вăл, — эпĕ пурне те пуçпа шухăшласа илтĕм те, çав ĕç ман кăмăла каймасть. Питех шикленмеллескер.
— Питех шикленмеллескер! — тесе мăкăртатса илчĕ «хăлхасăр-чĕлхесĕр» испанец, ачасене шутсăр тĕлĕнтерсе. — Эх, йĕрĕнчĕк.
Çав сасса илтсенех, ачасем шартах сикрĕç те çăварĕсене карса пăрахрĕç. Джо индеец сасси! Вăл пĕр хушă нимĕн те шарламарĕ, унтан çапла каларĕ:
— Çав юлашки ĕçе мĕнле шикленмелле ĕç пулчĕ, — çапах чиперех иртсе кайрĕ.
— Çук, унта пысăк уйрăмлăх пур. Лешĕ — инçетре, шыв хĕрринчи ту çинче пулчĕ-çке, юнашар урăх пĕр кил-çурт та çукчĕ. Пирĕн ĕç май килмесен, çавăнта ĕçленине те никам та пĕлес çук.
— Кунта кăнтăрла килсе çӳресси тата та шиклĕрех; пирĕн çине куçпа пăхсанах, ырă маррине сисме пулать.
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп. Анчах çав ухмахла ĕç хыççăн пытанса пурăнма урăх юрăхлă вырăн та пулмарĕ вĕт. Манăн çак лаçра юлас та килмест. Эпĕ ĕнерех тухса каяс тенĕччĕ, анчах çав эсрелĕ арçын ачисем çавăнта ту çинче йăшăлтатнă чухне, вĕсем пĕтĕм çурта йăлт курса тăнă чухне, çынна систермесĕр тухса каясси çинчен шухăшлама та пулмарĕ.
Метис сăмахĕсане илтсен, «эсрелĕ арçын ачисем» хăранипе каллех чĕтреме тапратрĕç.
Вĕсем çав ĕçе эрнекун пуçлама хăраса тăни, ăна тепĕр куна хăварма шут пытни мĕнле телей пулчĕ. Хăйсен ăшĕнче вĕсем: «Ăна мĕнĕн пĕр çулталăках тăхтамалла тумарăмăр-ши?» — тесе кулянчĕç. Çапкаланчăксем çимелли туртса кăларчĕç те ирхи апат çиме пуçларĕç. Нумайччен шухăшласа ларнă хыççăн Джо индеец çалла каларĕ:
— Итле, ачам, эсĕ шыв тăрăх çӳлелле... Хăвăн ĕлĕкхи вырăнна кай-ха, манран хыпарсем пырассине кĕт. Эпĕ пăртак вăхăт тупатăп та хулана тепĕр хут пăхма кĕретĕп, «Шикленмелли» ĕçне эпир кайран, эпĕ пурне те лайăх ыйтса пĕлсен, пурте лайăх пулнинее курсан çеç тăватпăр. Унтан Техаса яра паратпăр. Иксĕмĕр те унта таратпăр.
Çак сĕнӳ кăмăла кайрĕ пулас. Часах ку та, тепри те çăварĕсене хытă карса анаслама пуçларĕç, метисĕ вара:
— Вилес пекех çывăрас килет! Халĕ сан черет хуралта тăмашкăн, — терĕ.
Вăл курăк çине хутланса кĕрсе выртрĕ те часах харлаттарма тапратрĕ. Юлташĕ ăна пĕр-икĕ хутчен тĕрткелерĕ те, вара харлаттарасси те чарăнчĕ. Унтан хураллаканĕ хăй те сĕнксе ларма пуçларĕ: унăн пуçĕ аялалла усăннăçемĕн усăнса пычĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем иккĕшĕ те харлаттарчĕç.
Арçын ачасем çăмăллăнах сывласа илчĕç.
— Халĕ е нихçан та! — терĕ Том шăппăн. — Каяр!
— Кайма пултараймастăп, — терĕ Гек. — Вĕсем вăрансан, эпĕ тӳрех вилсе каятăп.
Том тархасларĕ, Гекĕ итлемерĕ. Юлашкинчен Том хуллен, сыхланса урай çинчен тăчĕ те пĕчченех кайрĕ. Анчах пирвайхи утăм ярса пуссанах, урай хăмисем хăлтăртатса илчĕç, Том сехри хăпнипе çавăнтах кукленсе ларчĕ. Урăх вăл каяс тесе тапранса пăхма та хăймарĕ. Минутсем шутсăрах вăраххăн шурĕç: арçын ачасем çаплах мачча çинче выртрĕç, вĕсене вăхăт петсех ларнă пек, ĕмĕрлĕх те кăвакарса шуралса каймах ĕлкĕрнĕ пек туйăнчĕ. Çавăнпа вĕсем, хĕвел анса ларнине курсан, хытă хĕпĕртерĕç.
Çывăраканĕсенчен пĕри харлаттарма пăрахрĕ. Джо индеец тăрса ларчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ, хăйĕн юлташĕ çине пăхрĕ те салхуллăн кулса илчĕ: юлташĕн пуçĕ чĕркуççийĕсем çинеллех усăнса аннă. Унтан Джо ăна урипеле тапкă пачĕ те çапла каларĕ:
— Тăр! Вăт мĕнле хуралçă!.. Юрĕ-çке ĕнтĕ... Нимĕн те пулман.
— Нивушлĕ эпĕ çывăрса кайнă?
— Пăртак çывăрнă çав. Пирĕн çула каймалли вăхăт та çитрĕ. Хамăр çумра юлакан укçапа мĕн тăватпăр-ха эпир?
— Пĕлместĕп ĕнтĕ. Яланхи пекех çакăнтах хăварас мар-ши? Эпир кăнтăралла кайма пуçтарăниччен вăл пире кирлĕ пулмасть вĕт-ха. Ултçĕр аллăлăх кĕмĕл укçана хамăр çире йăтса çӳреçси чылаях йывăр пулать вăл.
— Юрĕ... тепĕр хут та килме пулать...
— Луччĕ ĕлĕк ялан çӳренĕ пек... çерле килес пулать... апла шанчăкпăрах пулать.
— Ия, анчах эпĕ акă мĕн каласшăн, тусăм: леш хайхи ĕçе туса хумашкăн манăн, тен, часах май та килмест пуле... темĕн те пулма пултарĕ... укçана эпир лайăхах пытарса хуман... Атя-ха, эпир ăна лайăхрах... тарăнрах алтса чикер.
— Ку лайăх шухăш, — терĕ хирĕç индеец юлташĕ. Вăл пӳлĕмĕн тепĕр пуçнелле кайрĕ те, чĕркуçленсе ларса, вучахăн пĕр хыçал енчи плитине çӳлелле çĕклерĕ, унтан пĕр михĕ туртса кăларчĕ, михĕ ăшĕнче чăнкăр-чăнкăр туса илчĕ. Михĕ ăшĕнчен вăл хăйне валли пĕр çирĕм-вăтăр доллар тата метис валли те çавăн чухлех кăларса илчĕ те пĕтĕм миххипех метиса тыттарчĕ, лешĕ кĕтесе чĕркуçленсе ларса кукăр çĕççипе тăпра чаврĕ.
Ачасем хăйсен сехри хăпнине, хурлăх курнине пĕр самантрах манса кайрĕç.
Вĕсем çапкаланчăксем мĕн тунине пĕтĕмпех сĕмсĕр куçпа пăхса асăрхаса тăчĕç. Акă мĕнле телей вĕт! Çавăн пек пуянлăх пулассине ачасем пуçпа та шухăшласа илме пултарайман. Ултçĕр доллар! Кун чухлĕ укçа вунă арçын ачана пуйтарма та çитет вĕт. Пытарнă укçа хăех, нимĕн аппаланса хăтланмасăрах, алла кĕресшĕн. Вĕсен ĕнтĕ, хăйсем кирлĕ çĕрте алтнипе алтманнине тĕрĕс пĕлмесĕрех, чухлакаласа алтса çӳремелле пулмасть. Çавăн пек алтса çӳрени питех те кансĕрччĕ. Халĕ ĕнтĕ çăвнашкăл кансĕрлĕхсем курасси те пĕтĕмĕшпех пĕтсе ларать.
Ачасем кашни минутрах пĕр-пĕрне тĕрткелесе тăчĕç, çав систермелле тĕрткеленисем: «Халĕ ĕнтĕ эсĕ çакăнта килсе кĕнĕшĕн хĕпĕртетĕн пулĕ?» — тесе ыйтнине пĕлтерчĕç, çавна кашниех ăнланчĕ.
Метисăн çĕççи темĕнле хытă япала çине пырса çапăнчĕ.
— Эхе! — терĕ вăл.
— Мĕн унта? — тесе ыйтрĕ юлташĕ.
— Çурри çĕрнĕ хăма... Çук, пĕчĕк арча пулмалла. Кил-ха кунта, ăна туртса кăларма пулăш. Пăхар-ха, мĕн шуйттан тума вăл кунта ларать. Тăхта, кирлĕ мар, — эпĕ ăна çапса шăтартăм.
Вăл аллине ещĕк ăшне чикрĕ те каялла туртса кăларчĕ.
— Итле-ха, унта укçа вĕт! — терĕ вăл.
Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ывăç укçана пăхма пĕкĕрĕлчĕç. Укçисем ылтăн укçасем. Ачасем çӳлте çапкаланчăксем пекех тĕлĕнсе хытса кайрĕç, вĕсем пекех питĕ хавасланчĕç.
Индеец юлташĕ çапла каларĕ:
— Кунта вăхăт ирттерсе тăмалли çук. Часрах ĕçе тытăнмалла. Эпĕ халĕ анчах çавăнта кĕтесре, курăк ăшĕнче, кăмакан леш енче, тутăхса ларнă кивĕ кирка куртăм.
Вăл чупса кайрĕ те ачасем хăварнă хатĕрсене илсе килчĕ. Джо индеец киркана тытрĕ, хăй ăссĕн темĕн мăкăртатса илчĕ те ĕçе пикенчĕ.
Часах арчана туртса кăларчĕç. Вăл пысăках мар. Пĕтĕмпех тимĕрпе тыттарса лартнăскер, тахçан ĕлек вăл пите çирĕп пулнă пулмалла.
Çапкаланчăксем темиçе минут хушши питĕ хавасланса, нимĕн чĕнмесĕр пуянлăха пăхса тăчĕç.
— Тусăм, кунта темиçе пин доллар, — терĕ индеец.
— Çак вырăнсенче пĕр çулхине Мэррел шайкки ĕçлесе çӳренĕ, теççĕ, — терĕ ачасем палламан çын.
— Пĕлетĕп, — терĕ Джо индеец. — Вĕсем пытарса хунă пек туйăнать те.
— Халĕ ĕнтĕ леш ĕçне муталанса хăтланма та кирлĕ мар.
Метис салхуллăн пăхма пуçларĕ.
— Эсĕ мана пĕлместĕн, — терĕ вăл. Ĕçĕ çинчен те эсĕ пурне те пĕлместĕн. Унта çаратасси хаклă мар, хирĕç тавăрасси — ака мĕн. — Унăн куçĕсенче усал вут-çулам ялкăшса илчĕ. — Мана санран пулăшу кирлĕ пулать... Çав ĕçе пĕтерсенех Техасалла. Киле хăвăн Ненçи патне, хăвăн сысна çурисем патне кай та манран хыпарсем пырассине кĕт,
— Юрĕ, эсĕ калашле пултăр. Кунпала мĕн тăвăпăр-ха? Каллех алтса чикетпĕр-и?
— Ара. (Çӳлте темĕн пекех хавасланса хĕпĕртеççĕ.)
— Çук, аслă асаттесене асăнсах тупа тăватăп, çук, алтса чикместпĕр. (Çӳлте шутсăрах хурланса каяççĕ.) Эпĕ манса кайнă: кирка çинче чĕрĕ тăпра пулнăччĕ вĕт-ха. (Ачасем сехрисем хăпнипе чутах анăраса кайман.) Çав кирка ăçтан килсе лекнĕ-ха çакăнта? Ăçтан лекнĕ ун çине чĕрĕ тăпра? Мĕнле çынсем илсе килнĕ кунта вĕсене, ăçта кайса кĕнĕ çав çынсем? Илтрĕн-и эсĕ мĕн те пулин? Куртăн-и эсĕ кама та пулин? Кам та пулин килсе çĕре алтнине курса укçана кăларса каймашкăн каялла алтса чикмелле-и? Çук, ун пек пулас çук, пулас çук! Эпир укçана хамăр пата шăтăка куçаратпăр.
— Тĕрĕс, тĕрĕс. Эпĕ ун çинчен шухăшламан та. Хăш шăтăкне? Пĕрремĕш номерне-и?
— Çук, иккĕмĕш номерне, хĕрес айĕнчине. Пĕрремĕшĕ юравлă мар, вăл ытла та куç умĕнче.
— Юрĕ. Тĕттĕмленет ĕнтĕ, часах тухса кайма пулать. Джо индеец ура çине тăчĕ, пĕр чӳречи патне утса пычĕ, унтан теприн патне, шикленмелли-мĕн çук-ши тесе хуллен пăхкаларĕ.
— Кам илсе килме пултарнă-ши кунта çак киркăпа кĕреçене? — ыйтрĕ вăл. — Мĕнле шухăшлатăн эсĕ, вĕсем çавăнта çӳлте пытанса ларман-ши?
Ачасен пĕтĕм сывлăшĕ тăвăрланса килчĕ. Джо индеец аллине çĕçĕ çине хучĕ, пĕр минут хушши шухăшласа тăчĕ те унтан пусма патнелле утма пуçларĕ. Ачасем чăлан çинчен аса илчĕç, анчах вĕсен вырăнтан тапранма та хал çитмерĕ. Урасене йывăррăн пусса хăпарнипе пусма картлашкисем нăчăртатма пуçларĕç.
Ачасем, пĕтĕмпех сехри хăлнипс, мĕн пулать-килет тесе, пĕтĕм халне пуçтарса чăланалла вĕçтерме тăчĕç, сасартăк, хăмасем шăтăр-шатăр хуçăлса кайрĕç те, Джо индеец хуçăк пусма юлашкисемпе пĕрле çĕре персе ӳкрĕ. Вăл хытă ятлаçса илчĕ те ура çине сиксе тăчĕ, унăн юлташĕ çапла каларĕ:
— Мĕн тума хăпармалла пулчĕ-ха? Лараççĕ пулсан, ларччăрах, — пирĕн мĕн ĕç? Вĕсем, кунта сиксе анса, вилме шутлаççĕ пулсан, кам вĕсене кансĕрлес пур. Пĕр вунпилĕк минутран йăлтах тĕттĕм пулать. Ун чухне пирĕн хыççăн хăвалас теççĕ пулсан, хăвалаччăрах, — эпĕ унпа та килĕшетĕп. Манăн хамăн шухăш çакнашкал: çакăнта киркăпа кĕреçе илсе килнĕ çынсем пире курчĕç пулсан, вĕсем эпир шуйттансем е усалсем, е тата мĕн те пулин çавăн йышшискерсем тесе шутларĕç пулĕ. Вĕсем халĕ тараççĕ тесе тавлашатăп эпĕ.
Джо пăртак мăкăртатрĕ, унтан юлташĕпе килĕшрĕ: кун çути юлашкипе усă курса, вăхăта ирттерсе тăмасăр, çула кайма пуçтарăнас пулать, терĕ. Тĕттĕмленсе кайсан, вĕсем çурт ăшĕнчен йăпшăнса тухрĕç те, хаклă арчана çĕклесе, шыв хĕрринелле утрĕç.
Томпала Гек хăранипе вăйсăрланса кайрĕç, анчах вĕсен ăшчиккисенче питех те çăмăллăн туйăнчĕ. Вĕсем тăчĕç те пĕрене хушшисемпе çавсем хыççăн нумайччен пăхрĕç. Вĕсем хыççăн каймалла-и? Ниепле те каяс çук. Мăйĕсене хуçмасăр çĕр çине чиперех анса, урăх çулпа хулана, ту çинелле кайни те питĕ аван ĕнтĕ. Çул çинче вĕсем сахал сăмахларĕç, йăнăш туса пăрахнăшăн хăйсене хăйсем шутсăрах кураймарĕç: мĕн тума илсе пымалла пулнă-ха вĕсен çавăнта киркăна кереçипе? Вĕсем пулас мар пулсан, Джо индеец хăй шикленесси çинчен те шухăшлас çукчĕ. «Хирĕç тавăрас» ĕçе тăвиччен вăл хăйĕн кĕмĕлне ылтăнĕпе пĕрле çĕре алтса чикетчĕ, унтан вара каялла илме килетчĕ те ырлăхĕ çухалнине куратчĕ. Вĕсем киркăпа кĕреçе илсе пынăшăн ытла та тарăхмалла-çке. Испанец каллех хулана пырса тухсан, хăй тавăрма шухăшланине ĕçе кĕртме май шыранă чухне, ăна яланах хыçран астуса çӳремелле. Тен, апла вĕсен çав хайхи «иккĕмĕш номер» ăçтине те пĕлме май килĕ. Сасартăк Томăн пуçне çакăн пек хăрушă шухăш вырса кĕнĕ:
— Хирĕç тавăрасси! Итле-ха, Гек, тен, вăл пире тавăрасшăн пулсан?
— Ох, ан кала! — терĕ Гек, хăранипе хытсах кайса.
Вĕсем çавăн çинчен нумай сăмахларĕç, хулана çитичченех вĕсем иккĕшĕ пĕр шухăшлă пулса çапла шутласа хучĕç: метис вăл кама та пулин урăх çынна та асра тытма пултарнă, мĕншĕн тесен пĕр Том çеç ăна хирĕç судра тухса каланă.
Пĕччен кăна шикленсе пурăнасси çинчен шухăшласа илсен, çак шухăш Тома сахал йăпатрĕ. Компанипе пĕрле тата авантарах пулĕччĕ, тесе шухăшларĕ вăл.
27-мĕш сыпăк. Чĕтре-чĕтре хыçран сыхласа çӳрени
Çав кун курса пăхнă мыскарасем Тома çĕр каçипех аптратнă. Унăн тĕлĕкĕсем те асапланмалласкерсем пулнă. Тăватă хутчен вал аллине хайхи пуянлăх патнелле тăснă, анчах тăватă хутчен те вăл вăранса чăннине туйса илсенех, çав пуянлăх таçталла çухалнă.
Ир еннелле, вырăнĕ çинче выртса, пулни-иртнисене тĕпĕ-йĕрĕпе астуса илнĕ чухне, Том акă мĕн асăрхарĕ: çавсем темĕнле лайăх палăрман пек, инçетре пек, пурте урăх тĕнчере е тахçан ĕлĕкех пулнă пек туйăнчĕ. Унăн пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: тен, çав тĕлĕкре çеç пулнă пулĕ, терĕ вăл. Ун пек пулма пултарасси пĕр япаларан палăрчĕ: унта ытла та нумай ылтăн-çке, унашкал нумай ылтăн тĕлĕкре кăла пулма пултарать. Том нихçан та пĕр тăрукăн аллă доллар та курман-ха; пуян мар çемьесенче пурăнакан ытти арçын ачасем пек, вăл та çапла шухăшлать: «Çĕрсем» тата «пинсем» çинчен калаçнисем çеç, чăннипе илсен, тĕнчере ун пек пысăк укçасем пулмаççĕ те». Кам та пулин çакăн пек пысăк хисеп таса укçа тытма пултарни çинчен Том пĕр минутлăха та шухăшламарĕ. Пытарнă укçасем çинчен вăл мĕн шухăшланине тĕпчесе пăхсан, акă мĕн палăрчĕ: пытарса хунă укçа шутĕнче пĕр ывăç пăхăр укçа тата пĕр купа урăх темĕнле укçа — нихçан пырса тивмелле мар, тĕтреллĕн çеç курăнакан асамлă укçа купи. Анчах вăл мĕн чухлĕ нумайтарах шухăшларĕ, çавăн чухлех хăй курса çӳренĕ япаласем те унăн тăнпуçĕнче тĕпĕ-йĕрĕпех палăрса пычĕç, юлашкинчен вăл каллех çапла шутлама пуçларĕ: пурте чăнласах тĕлĕкре пулман пулĕ, терĕ. Çакă тĕрĕс-и, тĕрĕс мар-и, — ăна пĕлмеллех. Вăл васкаса ирхи апат çирĕ те Гека шырама тухса утрĕ.
Гек баркăн [[I,575]] çинче урисене шывалла усса ларать, унăн сăнĕ-пичĕ питех те салху. Том Гекран ыйтса хăтланас мар, терĕ. Гек хăех ĕнерхи çинчен калаçма пуçлатăр. Калаçма пуçласа ямасть пулсан, вара Том çавсене пурне те тĕлĕкре курнă пулать.
— Сывă-и, Гек?
Пĕр хушă вĕсем нимĕн те шарламарĕç.
— Эх, Том, эпир киркипе кĕреçине йывăç айне хăварнă пулсан, укçа пирĕн алăра пулатчĕ. Шутсăрах тарăхмалла мар-и-ха, э?
— Апла, эппин, вăл тĕлĕк пулман, тĕлĕк пулман. Ман шутпа, çавă тĕлĕкре пулнă пулсан, лайăхрахчĕ те пулĕ. Чăнах та, лайăхрахчĕ пулĕ!
— Мĕнле тĕлĕк тата?
— Эпĕ ĕнерхи çинченех калатăп. Çав пĕтем историе тĕлĕкре тĕллĕнтĕм пулĕ тесе шухăшлама пуçланăччĕ ĕнтĕ эпĕ.
— Тĕлĕкре! Ун айĕнче пусма хуçăлса анман пулсан, кăтартатчĕ вăл сана тĕлĕк мĕнлине. Эпĕ те çĕрĕпех тĕлĕк курса выртрăм, леш куçĕ çине пластырь çыпăçтарнă эсрел испанецĕ çĕрĕпех ман хыççăн хăваласа çӳрерĕ, — çĕр айнех анса каймалла пултăрччĕ унăн.
— Çук, унăн анса кайма кирлĕ мар. Пирĕн, ăна шыраса тупса, вăл укçисене ăçта пытарса хунине йĕрлесе пĕлмелле.
— Нихăçан та тупас çук ăна эпир. Ун пек телей пĕрре çеç пулать: вĕçертсе ятăн-тăк — пĕтрĕ вара. Пăчланчĕ. Пĕлетĕн-и: çав усал метиса тĕл пулма пултарасси çинчен шухăшласанах, эпĕ сивĕ тытнă пекех чĕтреме пуçлатăп.
— Эпĕ те чĕтретĕп, Гек. Çапах манăн, ăна курса, вĕсен çав иккĕмĕш номерĕ ăçтине йĕрлесе пĕлес килет.
— Иккĕмĕш номер? Ия, ия. Эпĕ ун çинчен шухăшланăччĕ-ха. Анчах нимĕн те шухăшласа пĕлеймерĕм. Сан шутпала, вăл мĕн?
— Пĕлместĕп. Темĕн питех паллă марскер ĕнтĕ. Итле-ха, Гек, вăл кил-çурт номерĕ мар-ши?
— Мĕн пуплетĕн, Том! Паллах, вăл мар. Пирĕн хулара çуртсем çинче нимĕнле номер тавраш та çук вĕт-ха.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, шухăшласа пăхма пар-ха мана. Пĕлетĕн-и? Вăл пӳлĕм номерĕ пулĕ, тен... пĕр-пĕр [[I,576]] номер мар-ши?
— Вăт япала! Пирĕн таверна иккĕ çеç вĕт-ха, çавăнпа та ăна тĕрĕслесе тухма та йывăрах мар.
— Тăхтаса тăр-ха çакăнта, Гек. Эпĕ часах çаврăнса килетĕп.
Том часах курăнми пулнă. Вăл урамсенче Гекпа пĕрле çӳресшĕн пулмарĕ. Вăл пĕр çур сехетренех каялла çаврăнса килчĕ.
Вăл малтан кĕрсе тухнă лайăхрах тавернинче иккĕмĕш номере тахçантанпах пĕр çамрăк защитник йышăнса пурăннă. Начартарах тавернинче иккĕмĕш номерĕ темле вăрттăнла йышшискер пулнă. Хуçа ывăлĕ Тома: çав номер яланах питĕрĕнсе тăрать, унта никам кĕрекен те, унтан тухакан та çук, çĕрлехи вăхăтра çеç тухса çӳреççĕ, тенĕ. Вăл мĕн сăлтавпа çавăн пек тĕлĕнмелле хăтланнисене пĕлмен, мĕншĕн тесен хăй питех те пĕлесшĕн тăрăшаканскер пулман, çавăнпа нумай шухăшласа тăмасăрах вăл иккĕмĕш номертен шуйттансем тухаççĕ, тенĕ. Иртнĕ каç та унта хăй çути пуррине асăрханă иккен вăл.
— Акă мĕн пĕлсе килтĕм эпĕ, Гек. Çав пире кирлĕ иккĕмĕш номерех пулĕ тесе шутлатăп.
— Çаплах пулĕ, Том. Мĕн тăвас-ха пирĕн?
— Тăхта, шухăшласа пăхам.
Том нумайччен шухăшларĕ. Юлашкинчен вăл çапла каларĕ:
— Акă мĕн тумалла. Çав номерĕн хыçалти алăкĕ тавернăпа кивĕ кирпĕч склачĕ хушшинчи пĕчĕк тăкăрлăкалла тухать. Эсĕ нумайтарах çăра уççи тупса хатĕрлеме тăрăш, эпĕ мăнакканне пур уççисене те илетĕп, вара пирвайхи тĕттĕм каçах çав алăка уçма хăтланса пăхăпăр. Джо индеец хулана килсе тухсан, эсĕ ăна хыçран астуса çӳреме ан ман, — астăватăн вĕт, вăл çапла каларĕ: «Тавăрмашкăн халĕ вăхăт лайăх-и е лайăх мар-и, çавна пăхма пыратăп, — терĕ. Ăна курсанах, ун хыççăн кай, вăл иккĕмĕш номера пырса кĕмест пулсан, вара эпир чухласа пĕлеймерĕмĕр пулать.
— Турăçăм!.. Епле-ха ун хыççăн пĕччен кайăп?
— Ара, вăл çĕрле вĕт. Вăл, тен, сана курас та çук пулĕ, курсассăн та нимĕн те шухăшлас çук.
— Тĕттĕм каç пулсан, каятăп та пулĕ.. Пĕлместĕп, пĕлместĕп... Хăтланса пăхам-ха...
— Питех тĕттĕм пулать пулсан, эпĕ те унăн хыççăн каятăп, Гек. Ахаллĕн, тен, вăл тавăрма шухăшласа хуни май килменнине курĕ те вара кунта укçа патне персе те çитĕ.
— Тĕрĕс, Том, тĕрĕс! Эпĕ ăна хыçран сыхласа çӳрĕп, чăнах та сыхласа çӳрĕп.
— Вăт ку аван! Асту, йăнăш-мĕн ан тунă пул, Гек. Эпĕ ĕнтĕ улталанмалла тăвас çук, шансах тăр.
28-мĕш сыпăк. Джо индеец шăтăкĕнче
Çав каçхине Томпа Гек хăрушă ĕç турĕç. Тăхăр сехетчен вĕсем таверна таврашĕнче сĕтĕрĕнсе çӳрерĕç. Пĕри пырса кĕмелли алăкне, тепри тăкăрлăкалла тухакан алăкне сыхларĕ. Тăкăрлăкалла никам та пыракан пулмарĕ: испанец пек çын пĕрре те тавернăна кĕмерĕ, унтан та тухмарĕ.
Çĕрле уяр пулас пек туйăнчĕ. Том вара тусĕпе çапла каварлашса килне кайрĕ: çĕрле тата тĕттĕмрех пулсан, Гекăн чӳрече патне пырса кушакла макăрмалла, вара Том чӳрече витĕр тухать те, вĕсем пĕрле çăра уççисене юраттарса пăхма каяççĕ. Анчах тулта ĕлĕкхи пекех çутă тăчĕ, вуникĕ сехет çитнĕ тĕлелле Гек хăй сыхласа тăнă вырăна пăрахрĕ те пушă сахăр пички ăшне çывăрма кайрĕ.
Ытларикун ачасен каллех телей пулмарĕ. Юнкун татах. Кĕçнерникун вара тĕттĕм пуласса туйăнчĕ. Том, мăнаккăшĕн кивĕ шăвăç хунарне тата пысăк алшăллине илсе, килтен вăхăтра тухса тарчĕ, алшăллине вăл, кирлĕ пулсан, хунара хупласа лартмашкăн илчĕ. Хунарне вăл Гек çывăрса пурăнакан пичке ăшне пытарчĕ, вара иккĕшĕ те сыхлама кайрĕç. Çур çĕр çитесси пĕр сехет юлнă чухне тавернăна хупрĕç те хăй çунине сӳнтерчĕç (çак вăхăтра вăл пĕр-пĕччен çунакан хăй çутиччĕ). Нимĕнле испанец та курăнмарĕ. Тăкăрлăкалла никам кĕрекен те, тухакан та пулмарĕ. Сыхласа тăмалли май çитсе пычĕ. Çĕрĕ сĕм-тĕттĕм, сайра хутра аслати инçетре авăта-авăта илни çеç шăплăха пăсать.
Том хăйĕн хунарне туртса кăларчĕ, ăна пичке ăшĕнче çутса ячĕ те алшăллипе хытă туртса чĕркесе лартрĕ. Хăюллă ачасем иккĕшĕ те тĕттĕмре таверна патнелле йăпшăнса утрĕç. Гек хурала тăчĕ, Томĕ хыпашласа тăкăрлăкалла кĕрсе кайрĕ. Унтан пăшăрханса кĕтсе тăмалли вăхăт килсе çитрĕ. Гека çав тери йывăр пек туйăнса кайрĕ, ăна сăрт пусса лартнă пекех пулчĕ. Тĕттĕмре çутă курăнса кайинччĕ теме пуçларĕ вăл. Чăнах та, çутă курăнсан, вăл хăраса ӳкетчĕ ĕнтĕ. Анчах та ку Том хальхи вăхăтра чĕрĕ пулнине пĕлтеретчĕ.
Том кайса çухалнăранпа темиçе сехет те иртне пек туйăнче.
— Паллах, вăл анăраса кайнă ĕнтĕ. Тен, вăл вилнĕ те-и? Пăшăрханса, сехри хăпнипе унăн чĕри те çурăлса кайнă пулĕ, тен?
Пăшăрханса кайнă Гек тăкăрлăк патнелле çывхарнă-çемĕн çывхарсах пычĕ. Вăл хăйне хăй темĕн те пĕр пулассипе хăратрĕ, кашни минутрах темĕнле инкек пулĕ те, юлашки сывлăша та туртса илĕ тесе кĕтсе тăчĕ. Унтан туртса илмелли те нумаях юлман: вăл аран çеç сывлакалать, унăн чĕрийĕ те çав тери хытă тапать, вăл татăкăн-татăкăн çурăлса каяссăнах туйăнать.
Сасартăк çутă йăлкăшса илчĕ те Гек çумĕпе Том вĕçтерсе иртсе кайрĕ.
— Тар! Хăтăл! — терĕ вăл.
Тепĕр хут калама кирлĕ те пулмарĕ. Пирвайхи сăмахах çителĕклĕ пулчĕ. Çав сăмаха Том иккĕмĕш хут каличчен Гек сехетре вăтăр е херĕх миля тумалли хăвăртлăхпа вĕçтере пачĕ. Ачасем пĕрре те чарăнса тăмарĕç. Хула айлăмĕнчи выльăх пусмалли пăрахăç лупас патне çитичченех чупрĕç. Вĕсем аслăк айне кĕрсе пытанма та ĕлкĕрейменччĕ, аслати авăтса çумăр çума тапратрĕ. Пăртак сывлăш çавăрса илсенех, Том калама тытăнчĕ:
— Ох, Гек, хăрушă пулчĕ-çке! Эпĕ икĕ уçă юраттарма хăтланса пăхрăм, епле те пулин хуллентерех хăтланасшăн хам, анчах уççисем çав тери шăкăртаттарма пуçларĕç, эпĕ хăранипе аран çеç сывласа тăтăм. Çăра ăшĕнче ниепле те çаврăнасшăн мар вĕсем. Сасартăк эпĕ хам мĕн тунине хам та сисмесĕрех хăлăпран ярса илетĕп те, алăк яри уçăлать каять. Алăкне питĕрмен-мĕн. Эпĕ унта чупса кĕретĕп, хунара хупланă алшăллие илсе пăрахатăп та...
— Мĕн?.. Мĕн куртăн вара эсĕ, Том?
— Гек! Эпĕ чут çеç Джо индеец аллине пырса лекеттĕм.
— Чăнах-и?
— Ия. Вăл урайĕнче выртатчĕ, аллисене сарса пăрахса питĕ хытă çывăратчĕ, хăйĕн куçĕ çинче çав ĕлĕкхи пластырь те пур.
— Ах, турă, мĕн турăн вара эсĕ? Нивушлĕ вăл вăранчĕ?
— Çук, тапранмарĕ те. Ӳсĕр пулмалла. Эпĕ çак алшăллие ярса илтĕм те вĕçтертĕм çеç.
— Эпĕ ĕнтĕ алшăлли çинчен шухăшлас та çукчĕ, чăн-чăнах калатăп сана.
— Эпĕ ирĕксĕрех шухăшларăм: алшăллине çухатнă пулсан, мăнакка мама пурăнма та парас çукчĕ.
— Итле-ха, Том, арчине куртăн-и?
— Гек! Йĕри-тавра пăхмашкăн манăн вăхăт та пулмарĕ. Нимĕн те курмарăм эпĕ — ни арчине, ни хĕресне. Нимĕн те. Джо индеец патĕнче урайĕнче кĕленчепе шăвăç курка ларнине çеç куртăм. Кунсăр пуçне, пӳлĕмре икĕ пĕчĕк пичке те темĕн чул кĕленче куртăм. Халĕ ĕнтĕ эсĕ ăнлантăн-и унта мĕнле усал сывлăш пуррине?
— Мĕнле?
— Спиртлă усал сывлăш! Эрех ĕçменнисен обществин пур тавернисенче те çавăн пек «усал сывлăшлă» пӳлĕм пур пулĕ, тен? Мĕнле шухăшлатăн эсĕ, Гек?
— Пур та пулĕ. Кам шухăшлама пултарнă ун пек пулĕ тесе? Итле-ха, Том, халĕ Джо индеец ӳсĕр выртать пулсан, хайхи арчана илсе тухма питех те аван вĕт.
— Мĕн вара! Кайса хăтланса пăх!.. Гек чĕтресе илчĕ.
— Çук... каяс килмест...
— Манăн та каяс килмест, Гек. Унпа юнашар пĕр бутылка çеç. Вăл сахал. Виççĕ пулнă пулсан, вуçех урăхлаччĕ. Ун чухне вăл çителĕклех ӳсĕр пулатчĕ те, эпĕ, тен, каяттăм та пулĕ.
Нумай хушă нимĕн шарлани те илтĕнмерĕ. Ачасем иккĕшĕ те тарăн шухăша путрĕç. Унтан Том çапла каларĕ:
— Итле-ха, Гек, Джо индеец çав пӳлĕмре çуккине лайăхах пĕлмесĕр эпир çавна тума хăтланса та пăхмăпăр. Ытла та хăрамалла. Кашни çĕрех эпир ун хыççăн сыхласа çӳресен, хăçан та пулин вăл урамалла тухнине куратпăрах, вара çиçĕм çиçнинчен те хăвăртрах унăн арчине пĕçертсе тухăпăр.
— Юрĕ, пулать. Эпĕ çĕрĕпех, кашни каçах сыхласа тăма хатĕр, ыттине пурне те вара эсĕ, Том, хăв çине ил.
— Юрать, илетĕп. Санăн пĕр япала çеç тумалла: мĕн те пулин пулсассăн, эсĕ Гуперстрит тăрăх сиккипе вĕçтерсе пыратăн та манăн чӳрече патенче кушакла макăратăн. Эпĕ хытă çывăратăп пулсан, эсĕ манăн чӳречене пĕр ывăç хăйăрпа сапатăн, эпĕ вара çавăнтах чупса тухатăп.
— Юрĕ! Каларăм та тăватăпах ĕнтĕ!
— Гек, аслатиллĕ çумăр иртсе кайрĕ, эпĕ килелле вĕçтеретĕп. Часах тул çутăлма пуçлать — пĕр-икĕ сехетрен хĕвел тухать. Эсĕ халь сыхлакала-ха, юрать-и?
— Юрать! Эпĕ сăмах парсан, эсĕ мана шанма пултаратăн. Çулталăкĕпех çав таверна таврашĕнче çӳрекелĕп. Кăнтăрла кунĕпех çывăрăп, çĕрĕ-çĕрĕпех сыхласа тăрăп.
— Вăл тĕрĕс. Ăçта çывăратăн-ха эсĕ?
— Бен Роджерс патĕнче, аслăк çинче. Вăл ачи пырать, чармасть çывăрма. Вĕсен негрĕ, Джек мучи те, хăваламасть мана. Кирлĕ чухне эпĕ Джек валли шыв та çĕклесе паратăп. Хăшпĕр чухне унтан çиме ыйтатăп, хăй çăкăрсăр ларман чухне вăл яланах парать. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă негр. Юратать мана, мĕншĕн тесен эпĕ ун умĕнче нихçан та мухтанса сăмсана каçăртса çӳреместĕп. Хăшпĕр чухне унпала пĕр сĕтел хушшинчех ларса çиетĕп. Эсĕ ун çинчен, тархасшăн, такама та ан кала. Хырăм выççи темĕн те тутарать вĕт. Хырăм тутă чухне ху тĕлĕкре тĕллĕнменнине те [[I,577]].
— Çапла, эсĕ мана кун каçа та кирлĕ пулмасан, эпĕ сана вăратмăп... Вырăнсăр йăлăхтарса çӳреместĕп сана. Çĕрле вара кирек мĕнле вăхăтра та, кăшт мĕн те пулин сиссенех, çавăнтах ман паталла вĕçтер те кушакла макăр.
29-мĕш сыпăк. Гек тăлăх арăма çăлать
Томăн эрнекун ирхине чи малтан илтнĕ хыпарĕ савăнмалла хыпар пулчĕ. Тэчер судьян çемйи ĕнер каçхине каялла хулана килнĕ. Вăхăтлăха Джо индеец та, пуянлăх тупасси те Томшăн иккĕмĕш плана кайса ларчĕ, унăн шухăшĕсенче пирвайхи вырăна Бекки йышăнса илчĕ.
Вĕсем иккĕшĕ тĕл пулчĕç те вăхăта питĕ аван ирттерчĕç: ытти шкул ачисемпе «канал астуса тăракансемпе» тата «шăл йĕрсе çӳрекенсемпе» пĕрле вылярĕç. Каç пуласпа ытти мĕнпур савăнăçсем çумне тата тепĕр савăнăç хушăнчĕ, Том тата тепĕр лайăх хыпăр илтрĕ: тахçанах туса ирттерме хатĕрленнĕ пикнике ыран тумаллаччĕ тесе, Бекки, хăйĕн амăше çумне çыпăçса, ăна аптăратсах çитернĕ, çавăппа та юлашкинчен амăшĕ ыран туса ирттерме килĕшнĕ. Херача шутсăрах хавасланса кайнă. Том та питĕ хĕпĕртерĕ. Хĕвел анса ларичченех ачасене чĕнӳсем ярса пĕлтерчĕç, пĕтĕм хулари çамрăксем вара, савăнса хĕпĕртесе çӳремелле пулассине малтанах сиссе, вĕтеленсех праçнике хатĕрленме тапратрĕç. Том çав тери хусканса кайнăран çĕрле темчченех çывăраймарĕ: «Гек акă кĕçех чӳрече патенче кушакла макăрса ярĕ тесе, вăл пĕрмаях ĕмĕтленсе тăнă. — Эпĕ вара çавăнтах хайхи укçана тупăп та ун çинчен ыран Беккине те, пикнике пыракан пур ачасене те каласа тĕлĕнтерĕп». Анчах йăл ĕмĕтленни ахалех пулчĕ. Çав çĕр нимĕнле сигнал та пулмарĕ.
Ирхине, вунă сехет тĕлнелле, питĕ шавлакан, савăнăçлă компани Тэчер судьян хваттерĕ патне пуçтарăнса тăчĕ. Пурте çула кайма хатĕр иккен.
Мăн çынсем, пикнике пырса, ачасене савăнма кансĕрлес мар, терĕç. Пĕр вунсаккăра çитнĕ виç-тăват çамрăк хĕр, çирĕм виççе е çав тавраша çитнĕ виç-тăват ача çунатти айĕнче пĕчĕк ачасен нимрен те шикленмелли çук тесе шутларĕç. Шыв урлă каçмашкăн пĕчĕк кивĕ пăрахут тытрĕç, — леш еннелле ялан çав пăрахутпа каçса çӳренĕ, — часах вара савăнăçлă ушкăн, карçинккасемпе апат-çимĕç йăтса, аслă урам тăрăх утрĕ.
Сид чирлĕ пулнă та ачасемпе пĕрле савăнас çĕре ерме те пултарайман: Мэри, ăна кичем ан пултăр тесе, унпа пĕрле киле юлнă.
Ăсатса янă чухне миссис Тэчер Беккие çапла каларĕ:
— Çĕрлеччен эсĕ киле таврăнма пултарас çук. Пристаньтен аякрах мар пурăнакан пĕр-пĕр юлташу патĕнче çĕр каçмăн-ши луччĕ?
— Эпĕ, анне, Сюзи Гарпер патне çывăрма каятăп.
— Питĕ аван. Аслă пул, хăвна хăв лайăх тыт! Вĕсем тухсан, Том Беккие çапла каланă:
— Итле-ха, пĕлетĕн-и, мĕн тăватпăр эпир? Джо Гарперсем патне кайса çӳриччен луччĕ ту çинелле улăхатпăр та тăлăх арăм Дуглас патĕнче çĕр каçатпăр. Унăн хăймаран тунă мороженăй пулать. Унăн кашни кунах тенĕ пек мороженăй, — темĕн чухлех! Купи-купипех! Эпир пырсан, вăл питĕ хĕпĕртет.
— Питех те савăнмалла пулать.
Унтан Бекки пĕр тапхăр шухăша кайрĕ те:
— Анне мĕн калĕ вара? — тесе ыйтрĕ.
— Вăл ăçтан пĕлĕ-ха ăна?
Хĕрача каллех шухăшлакаларĕ те хăюсăртараххăн çапла каларĕ:
— Вăл, тĕрĕссипе каласан, лайăх мар та... анчах...
— Мĕн «анчах» унта? Пустуй! Санăн аннӳ пĕлес те çук... Мĕн лайăх марри пур унта? Сана нимĕн те пулас çуккине çеç пĕлесшĕн вĕт вăл. Астуса илнĕ пулсан, вăл хăй те сана унта яратчĕ. Тĕрĕс калатăп сана!
Тăлăх арăм Дуглас хăнасене питĕ вашават пăхни хыттăнах илĕртрĕ. Хăна пулас шухăш тата Том çавăрса хăтланни çиеле тухрĕç, хĕрача иккĕленсе тăма та пăрах-рĕ. Ачасем хăйсен программи çинчен никама та калас мар, терĕç.
Анчах унта Том пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: «Гек лăп кĕçĕр çĕрле ман чӳрече патне пымĕ-ши?» Çак шухăш вара савăнса хĕпĕртесе çӳрессине чылаях сивĕтсе пăрахрĕ. Çапах та вăл тăлăх арăм патĕнче хăна пулас шухăша пăрахма пултараймарĕ. «Ма пăрахас-ха? — тесе шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче. — Иртнĕ каç сигнал пулмарĕ, кĕçĕр ма пулмалла-ха?»
Кĕçĕр каçхине, паллах ĕнтĕ, ăна савăнăç кĕтет, пытарнă укçана шыраса тупасси ытла шанчăклах мар пулсан та, савăнса çӳресси пулатех. Ытти арçын ачасем пекех, Том та хăйне мĕн хытăрах илĕртни хыççăн кайма шут тытрĕ, — вăхăтлăха вăл укçа арчи çинчен те йăлтах манса кайрĕ.
Хуларан виçĕ миля анаталларах кайсан, пăрахут вăрман ӳссе ларнă пĕр айлăм тĕлне çитсе чарăнчĕ те çыран хĕррине пырса тăчĕ. Ачасем ушкăнĕпех çыраналла тухрĕç, часах вара вăрманта инçетре тата чул сăрт тăррисем çинче кăшкăрашни, кулни янрама пуçларĕ. Мĕнле майпа вăйран сулăнма тата лайăх тарлама пулать — çавсене пурне те туса пăхрĕç, юлашкичен савăнăçлă та хырăмĕсем питĕ выçса кайнă çапкаланчăксем каялла хăйсем вырнаçнă çĕрелле кайрĕç те тутлă япаласене пĕтĕрме тапратрĕç. Хăналансан, уçăлмалла канма пуçларĕç: пурте лăстăркка юмансем айĕнчи сулхăна ларса сăмахлама тапратрĕç. Пăртак тăрсан тахăшĕ:
— Кам çĕр ăшĕнчи шăтăка кĕрсе курасшăн? — тесе кăшкăрса ячĕ.
Пурте курасшăн çунчĕç. Çурта пачкисем туртса кăларчĕç те, çавăнтах пурте ушкăнĕпе ту çинелле улăхма тапратрĕç. Шăтăк анийĕ çӳлте, ту аяккинче. Вăл А саспалли майлă туйăнать, унăн юмантан тунă тачка та йывăр алăкне питĕрмен.
Шалта — пĕр нӳхрепĕ пекех сивĕ пĕчек зал. Çутçанталăк хăех унăн стенисене çирĕп известь тулĕнчен тунă. Çав чул çинче, сивĕ тар тухнă пекех, нӳрĕ тумламĕсем çакăнса тăнă. Çав пăч-тĕттĕм çĕртен çап-çутă хĕвел çутиллĕ симĕс айлăма пăхса тăма питĕ интереслĕ: кунта поэзи те темĕнле вăрттăнлăх та пур. Анчах тĕлĕнни часах сĕвĕрĕлнĕ, пурте малтанхи пекех выляма, асма тапратнă. Кам та пулин çурта çутса ярсанах, пурте ушкăнĕпе ун патнелле чышăннă; тавлашу пуçланса кайнă, çурта хуçи паттăррăн хиреç тăнă, анчах çуртине çийĕнчех; унăн аллинчен çапа-çапа ӳкернĕ е сӳнтере-сӳнтере лартнă. Каллех тĕттĕмре ахăлтатса кулнисем илтĕне-илтĕне кайнă, вăйă вара çĕнĕрен пуçланнă. Анчах тĕнчере пурин те вĕçĕ-хĕрри пур. Хуллен-хулленех ачасен ушкăне умлăн-хыçлăн утса галерея тăрăх чăнкă çĕртен аялалла анма пуçланă. Вăльт-вальт вылякан çурта çутисемпе çӳллĕ чул стенасем аран çеç палăрнă. Çав çутă çӳлте, утмăл фут çӳллĕшĕнче, тӳпе пек пулса тăнă вырăн патне çитиех палăрса тăнă. Çав аслă шăтăкăн сарлакăшĕ сакăр е вунă фут пулнă. Кашни утăмрах çав шăтăкран аяккалла — сулахаялла та, сылтăмалла та ансăртарах шăтăксем уйрăла-уйрăла кайнă, мĕншĕн тесен çав Мак-Дугал шăтăкĕ кукăр-макăр кукăрăлса çӳрекен коридорсен питĕ аслă лабиринчĕ пулнă. Çав коридорсем, пĕр çĕрелле пырса пĕрлешсе, каллех уйрăлса кайнă, анчах вĕсенчен тулалла тухмалли вьтран та пулман. Çынсем ун çинчен çапла калаçнă: çав шăтăк-çурăксемпе таçтах анса каймалли тĕпсĕр шăтăксем арпашса пĕтнĕ çĕрте темиçе кун, темиçе çĕр хушши утса çӳресен те, çапах та тулалла тухмалли шăтăкне тупма пулмасть; çавăн пекех тата тарăнрах анса пырсан та, пур çĕрте те вĕçĕ-хĕрри те çук, тенĕ. Çĕр айĕнчи шăтăка «пĕлетĕп» тесе пĕр çын та мухтанма пултарайман. Ăна ниепле те пелсе çитме пулман. Çамрăк çынсем унăн пĕчĕкрех пайне çеç пĕлме тăрăшнă. Çав пайĕнчен шаларах кĕме никам та хăйман. Том Сойер шăтăка ыттисем пекех пĕлнĕ; вĕсенчен начартарах та мар, лайăхрах та мар.
Ачасен ушкăнĕ аслă галерея тăрăх пĕр виçе чĕрĕк миле яхăн кайнă, унтан мăшăрăн-мăшăрăн тата пĕчĕк ушкăнăн уйрăлнă. Вĕсем айккинелле каякан шăтăксене пăрăна-пăрăна кĕнĕ, тĕттĕм коридорсем тăрăх чупма пуçланă, коридорсем пĕрлешнĕ вырăнсенче сасартăк пĕр-пĕрне хирĕç сике-сике тухнă. Кунта, шăтăкăн «пĕлсе тăракан» пайĕ таврашĕнчен тухмасăр çӳресен те, пĕр-пĕрне пĕр çур сехетлĕхех куçран çухатса яма пулнă.
Хуллен-хулленех ушкăнсем пĕрин хыççăн тепри шăтăк ăшĕнчен тулалла чупа-чупа тухнă. Ачасем савăннă, хытă хашканă, хăйсем çине çурта çăвĕ тумлатса пĕтернĕ, тăмпа вараланса пĕтнĕ, куна аван ирттернĕшĕн хавасланнă. Хĕрсе савăннă хушăра вăхăт епле иртнине те, каç пулса килнине те нихăшĕ те сисменнинчен пурте тĕлĕннĕ. Пассажирсене каялла пуçтарăнма чĕнсе, пăрахут çинче пĕр çур сехет хушши чанне çапса тăнă. Çав шăв-шавлă ушкăна тиенĕ пăрахут çыран хĕрринчен каялла тапранса шыв тăрăх кайсан, капитансăр пуçне урăх никам та вăхăт ахалех иртнишĕн кулянакан пулман.
Пăрахут çутисем вăльт-вальт курăнса пристань çумĕпе иртсе кайнă чухне Гек хуралта тăнă. Пăрахут çинчен ун патнелле нимĕнле шав та илтĕнмен: çамрăксем йăвашланса кайса, шăпах лăпланса ларнă, ытла ывăнса çитнĕ çынсем яланах çавăн пек пулаççĕ. Гек, ку мĕнле пăрахут-ши, мĕншĕн вăл пристань патĕнче чарăнса тăмарĕ-ши тесе, пăртак тĕлĕннĕ. Анчах кайран вăл ун çинчен вуçех манса кайнă, хăйĕн мĕнпур шухăшĕсене те умра тăракан задача тавра пуçтарнă. Çапла ерипенех пĕлĕтлĕ те тĕттĕм каç çитсе пынă. Вунă сехет çапнă, урапа сассисем халтăртатма пăрахнă. Чăл-чал курăнакан хăй çутисем пĕрин хыççăн тепри сӳнсе пынă, çуран çынсем урамсем тăрăх çапкаланса çӳреме те пăрахнă. Пĕтĕм хула ыйăха кайнă, пĕчĕк хуралçă шăплăхпа, усалсемпе пĕрле пĕчченех тăрса юлнă. Акă вунпĕр те çапнă. Тавернăра та хăй çутисем сӳннĕ. Пур çĕрте те тĕттĕм. Гек хăйĕн шухăшĕпе шутсăрах нумай кĕтсе тăнă, анчах нимĕн те пулман-ха. Ун пуçне иккĕленес шухăш та пырса кĕнĕ. Мĕн тума кирлĕ-ха çав? Чăнах та, мĕн тума кирлĕ? Пурин çине алăпа сулса çывăрма пăрахса кайсан, лайăхрах мар-ши?
Сасартăк унăн хăлхине темĕнле шав илтĕнсе кайрĕ. Вăл хăлхисене тăратарах итлерĕ. Тăкăрлăк еннелли алăк хуллен уçăлса хупăнчĕ. Гек кирпĕч сарайĕн кĕтесси патнелле вĕçтерчĕ. Пĕр минутранах ун çумĕле икĕ çын йăпшăнса иртсе кайрĕç; пĕрин хул хушшине темĕн хĕстернĕ пек туйăнать. Арча пулмалла. Эппин, вĕсем хăйсен пуянлăхне таçта урăх çĕре илсе каяççĕ курăнать. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Тома чĕнес-и? Ку ĕнтĕ питех те ухмахла хăтланни пулĕччĕ: çав хушăра çапкаланчăксем арчапала таçталла кайма ĕлкĕреççĕ, унтан вара вĕсен йĕрĕсене те шыраса тупаймăн. Çук, вăл вĕсем хыççăн сыхласа каять, — çавăн пек тĕттĕмре вĕсем ăна ăçтан курччăр-
ха? Çапла шухăшласа, Гек хăй пытаннă çĕртен тухрĕ те çапкаланчăксем хыççăн кайрĕ, çара уран, кушак пек, илтĕнмелле мар пусса, вĕсенчен юлмасăр, вĕсене куçран çухатмалла мар утса пычĕ.
Малтан вĕсем шыв хĕррипе пыракан урампала утрĕç, ике урлă урамран иртсе кайрĕç, виççĕмĕш урамнелле пăрăнчĕç те Кардиф тăвĕ çинелле каякан сукмак çине тухиччен тӳрех утрĕç. Çав сукмакпа вĕсем çӳлелле улăхма тапратрĕç. Сăрт аяккинче, лăп çур çулта, пĕр валлиец-старикĕн çурчĕ ларать; вĕсем чарăнмасăрах çав çурт çумĕпе иртсе кайрĕç те çӳлерех те çӳлерех хăпарчĕç. «Аха, — шухăшларĕ Гек, — вĕсем укçине ĕлĕк чул кăларнă вырăна алтса чикесшĕн курăнать». Анчах вĕсем чул кăларнă вырăн патĕнче чарăнса та тăмарĕç. Вĕсем малаллах ту тăрри патнелле кайрĕç, унтан [[I,578]] тĕмисем хушшипе каякан ансăр çул çинелле пăрăнса кĕчĕç те тĕттĕмре тăруках çухалчĕç. Гек хăвăртрах утма пуçларĕ. Пĕр хушă вăл юрттипе чупрĕ, унтан, тĕттĕмре вĕсем çине пырса кĕрес мар тесе, пăртак вăраххăнтарах кайма пуçларĕ, кайран чарăнсах тăчĕ. Итлесе пăхрĕ — пĕр сас-чĕвĕ те çук; хăйĕн чĕри тапни илтĕннĕ пек çеç туйăнчĕ ăна. Çӳлтен, ту çинчен, тăмана тĕвиклетни илтĕнсе кайрĕ, ку вара ырă марра пĕлтерекен япала пулчĕ. Анчах нимĕнле ура сасси те илтĕнмест. Нивушлĕ тăрăшни йăлтах пăчланчĕ? Гек аяккалла шăвăнма шутларĕ, анчах сасартăк унтан пĕр виçĕ утăмра такам ĕххĕм-ĕххĕм ӳсĕрсе илчĕ. Гека хăйĕн чĕри пырĕ патнеллех çитнĕ пек туйăнса кайрĕ, анчах вăл ăна каялла çăтрĕ те, хăйне тăруках сивĕ чир тапăлнă пек пĕтĕм пĕвĕпе чĕтресе, вырăнтах тăрса юлчĕ. Вăл питĕ хавшаса кайрĕ, акă кĕçех йăванса каятăп тесе, хăраса тăчĕ. Вырăнĕ хăй пĕлекен вырăнах пулчĕ: вăл тăлăх арăм Дугласăн килкарти çумĕнчех, çав карта урлă каçмалли вырăнтан пилĕк утăмрах, тăрать иккен.
«Юрĕ, çакăнта алтса чикчĕрех, — шыраса тупма лайăх пулать», — тесе шухăшларĕ вăл.
Унтан хуллен, питĕ хуллен калаçакан сасă, Джо индеец сасси, илтĕнсе кайрĕ:
— Çăва патне кайманскер! Ун патĕнче хăнасем пур пулмалла, — халĕ вăхăт нумай пулсан та, унта пур çĕрте те хăй çутисем курăнаççĕ.
— Ăçта эсĕ хăй çутисем куратăн? Эпĕ курмастăп-çке.
Ку сасă, çав хайхи палламан çыннăн, тухатса хунă çуртра ачасем илтнĕ сасă пулчĕ. Шутсăр шăлса кайнă чухнехи пекех Гекăн чĕри те пăрланса ларнăн туйăнчĕ. Акă кама тавăрма шутлаççĕ иккен вĕсем. Вăл тӳрех сиккипе вĕçтересшĕн пулчĕ. Унтан вăл тăлăх арăм Дуглас хăйне час-часах хĕрхеннисене астуса илчĕ, çав çынсем ăна вĕлерме пыраççĕ пулĕ тесе шухăшларĕ. Апла пулсан, тăлăх арăм Дугласа часрах систерес пулать. Анчах çук, систерме унăн хал çитмест, нихçан та çитес çук: вĕсем ăна ярса тытма та пултараççĕ вĕт.
Джо индеец çав паллакан çыннăн юлашки сăмахĕсене хирĕç чĕнме ĕлкĕриччен çав шухăшсемпе пĕрле урăх шухăшсем те Гекăн вĕриленнĕ пуçне нумай пыра-пыра кĕрсе тухрĕç.
— Сана пăхма тĕмĕсем картласа тăраççĕ. Кунтарах сик-ха, ак çакăн пек. Халĕ куратăн-и? — терĕ Джо индеец.
— Ия. Унăн хăнасем пур пек çав. Ку ĕçе пăрахсан, лайăхрах мар-ши?
— Хам кунтан вуçех каятăп та, пăрахас-и вара? Тен, урăх нихçан та çакăн пек май килмест пулсан та, пăрахас-и вара? Татах тепĕр хут калатăп сана, мана унăн укçи кирлĕ те мар — эсĕ хăвна валли те илме пултаратăн ăна. Мана унăн упăшки çиллентерчĕ, темиçе хут та çиллентерсе хăтланчĕ... вăл мировой судья пулнăччĕ те çапкаланса çӳренĕшĕн мана тĕрмене хуптарчĕ. Анчах вăл çеç те мар. Вăл миллионмĕш пайĕ те пулмасть. Вăл мана çаптарма хушрĕ. Ия, негра çаптарнă пек, тĕрме умĕнчех мана пушăсемпе çаптарма хушрĕ. Пĕтĕм хула манăн намăса курса тăчĕ. Тытса çаптарчĕ мана, ăнланăтăн-и? Унăн телейне пула, вăл хăй вилчĕ, анчах эпĕ арăмĕпе шутласа татăлатăп.
— Ан вĕлер ăна! Ун пек ан хăтлан эсĕ!
— Ăна вĕлерес-и? Эпĕ ăна вĕлеретĕп тесе каларăм-и вара? Упăшки унта пулнă пулсан, эпĕ ăна вĕлереттĕм, арăмне вĕлерместĕп. Хĕрарăма хирĕç тавăрас тесен, ăна вĕлерсе хăтланма та кирлĕ мар, — вăл пустуй! Унăн сăн-питне çеç пăсмалла: сăмса шăтăкĕсене касса кăлармалла, хăлхисене касса татмалла, сыснанне татнă пек касмалла.
— Ай, турă, çырлах, апла вăл...
— Санран ыйтмаççĕ. Ан та чĕн луччĕ! Тĕрĕсрех тăрса юлăн. Эпĕ ăна кравать çумне çыхса хуратăп. Юн кайнипе вилсе кайнăшăн эпĕ макăрас та çук. Эсĕ, тусăм, мана хăвăн тус пулнипе пулăшатăн, çавăнпа эсă кунта килтĕн те, — эпĕ пĕччен пултарас та çук пулĕ. Хăраса каятăн пулсан, эпĕ сана çавăнтах вĕлеретĕп — ăнлантăн-и? Манăн сана вĕлермелле пулать пулсан, эпĕ ăна та вĕлеретĕп, вара никам та пĕлес çук çавна кам хăтланинне.
— Мĕн вара, тăвас-тăк, тăвас пулать. Часрах тусан лайăхрах пулĕ... Эпĕ пĕтĕмпех чĕтретĕп.
— Халĕ? Хăнасем умĕнче-и? Ох, асту, эсĕ темскер чееленсе хăтланатăл. Мĕн эсĕ тăруках хыпаланма пуçларăн? Çук, эпир унăн килĕнче хăй çутисем сӳниччен тăхтатпăр-ха. Ниçта васкамалли те çук пирĕн.
Гек халĕ çак юн тăкасси çинчен калаçнинчен те хăрушăрах шăплăх пулассине туйса илчĕ. Çавăнпа вăл хăйĕн сывлăшне те чарса урипе хуллен хыпашласа ăна пусмалли вырăн шыраса тупрĕ, вара паттăрлансах пĕр утăм каялла ярса пусрĕ. Çакна тунă чухне вăл тепĕр ури çинче сылтăмалла та сулахаялла сулкаланса тăчĕ, хытă сулăнса кайнипе кăштах кайса ӳкмерĕ. Çавăн пекех сыхланкаласа, çавăн пекех хăраса, вăл тепĕр утăм каялла пусрĕ, унтан татах та татах. Кĕтмен çĕртенех унăн ури айĕнче пĕр темĕнле турат çăтăрт! турĕ. Вăл сывлама та пăрахрĕ, чарăнса тăрсах итлеме пуçларĕ. Пĕр сас-чĕвĕ те пулмарĕ. Хĕпĕртесе кайсах, вăл сумах тĕмисен икĕ речĕ хушшинче тăвăр çĕрте хуллен çаврăнса илчĕ те хăвăрттăн, анчах нимĕн сас кăлармасăр, малалла утма пуçларĕ. Чул кăларнă вырăн тĕлне çитсен, вăл хăйĕн нимрен те хăрамалли çуккине туйса илчĕ те мĕн вăй çитнĕ таран сиккипе яра пачĕ. Ту çинчен аяларах та аяларах анса пычĕ, акă юлашкинчен вăл валлиец кил-çурчĕ патнех чупса çитрĕ те унăн алăкне чышкисемпе çапса шаккама тапратрĕ. Чӳречесенчен самантрах старик фермерăн тата унăн икĕ патмар ывăлĕн пуçĕсем курăнса кайрĕç.
— Мĕнле шав кунта? Кам шаккать унта? Мĕн кирлĕ сана?
— Кĕртĕр-ха мана часрах! Эпĕ сире йăлтах каласа кăтартатăп.
— Мĕскерлескер эсĕ?
— Гекльберри Финн. Часрах! Кĕртĕр мана!
— Гекльберри Финн, питех те тĕлĕнмелле! Ку ят пур çын алăке те уçăлса каймалла ятах мар ĕнтĕ. Анчах çапах та, ачасем, кĕртĕр-ха ăна. Курар-илтер мĕн пулнине.
Хăйне алăк уçса кĕртнĕ-кĕртменех, Гек тӳрех çапла каларĕ:
— Тархаслатăп, эпĕ сире каланине никама та ан калăр, ахаллĕн манăн пурнăç курасси те пĕтет. Анчах тăлăх арăм мана нумай ырă турĕ, çавăнпа сире акă мĕн çинчен каласа кăтартатăп. Эпĕ çакна каланине эсĕр никама та каламастпăр тесе сăмах паратăр пулсан...
— Чăнах та, унăн темскер çинчен каламалли пур, вăл ахаль каламасть çавна! — терĕ старик. — Ну, ачам, мĕн пĕлнине каласа кăтарт, эпир никама та каламастпăр... нихçан та...
Виçĕ минутран старикпе ывăлĕсем, лайăх хĕçпăшалланнăскерсем, сăрт тăррине хăпарса çитрĕçте, хăйсен хĕçпăшалĕсене хатĕрлесе тытса, сумах тĕмисем хушшинчи сукмак тăрăх чĕрне вĕççĕн утса пычĕç. Гек вĕсене çав вырăна ертсе çитерчĕ те малалла каймарĕ. Вăл мăн чул хыçне пытанса ларчĕ те хăлхисене тăратсах итлеме пуçларĕ. Шăп, Гек пăшăрханса кĕтрĕ. Сасартăк пăшал сасси кĕрĕслетни тата такам кăшкăрни илтенсе кайрĕ, Гек малалла мĕн пулассине кетсе те тăмарĕ. Вăл сиксе тăчĕ те ури тупанĕсене çĕре тивертмесĕр аялалла вĕçтерчĕ.
30-мĕш сыпăк. Томпа Бекки çĕр ăшĕнчи шăтăкра
Вырсарникун ирхине, шуçăм киле пуçласанах, Гек ту çинелле хăпарчĕ те валлиец-старик патне пырса шаккарĕ. Çуртра пурăнакансем пурте çывăраççĕ-ха, анчах хытах çывăрмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çĕрле пăлханнă хыççăн лăпланса çитеймен. Чӳречерен тахăшĕ:
— Кам унта? — тесе ыйтрĕ.
Гек хăранă сасăпа хыттăнах мар çапла каларĕ:
— Тархасшăн, кĕртĕр-ха? Эпĕ çеç кунта, Гек Финн, — терĕ.
— Вăл ятшăн, ачам, пирĕн кил алăкĕ яланах уçă, кăнтăрла та, çĕрле те. Ырă сунса кĕтетпĕр.
Пĕчĕк çапкаланчăк хăлхисемшĕн çак сăмахсем питех те тĕлĕнмелле пек туйăнса кайрĕç. Нихçан та вăл çакăн пек кăмăллă сăмахсем илтменччĕ-ха. Кам та пулин халиччен ăна: «Ырă сунса кĕтетпĕр!» тесе каланине те астумасть вăл.
Алăка çавăнтах уçрĕç те, Гек пӳрте кĕчĕ. Ăна пукан çине лартрĕç, старикпе унăн маттур ывăлĕсем васкасах тумланчĕç.
— Ачам, хырăму хытах выçнă пулĕ, тетĕп. Ирхи апат часах, хĕвел тухсанах, пулать, — вĕри апат, асту. Эпĕ те, ачасем те эсĕ пирĕн патăрта çывăратăп пулĕ тесе шухăшланăччĕ.
— Эпĕ шутсăрах хăрарăм! — тесе ăнлантарчĕ Гек. — Вара чуппипе яра патăм. Эсĕр пистолетсемпе пеме тапратсанах, эпĕ ура вăйĕ çитнĕ таран чупма тапратрăм, нимĕн канмасăр пĕр виçĕ миля чупрăм. Халĕ ĕнтĕ эпĕ çав ĕç çинчен пĕлмешкĕн килтĕм. Çавсене, шуйттансене, — вĕсем вилĕ пулсан та, — тĕл пулас марччĕ тесе, юри тул çутăличчен килтĕм.
— Мăнтарăн ачи, ку каç саншăн ырах пулмарĕ пулас: сан сăн-питӳ хĕн-хурлă курăнать. Нимех те мар-ха вăл. Акă вырăн: апатлансан, тӳрех вырт та çывăр. Çук, ачам, вĕсем вилĕ мар, — çавăншăн эпир питĕ тарăхатпăр. Куратăн-и, мĕнле пулчĕ. Эсĕ каланă тăрăх, эпир вĕсене ăçта тытмаллине пĕлтĕмĕр, çавăнпа та вĕсем патне çывăхах йăпшăнса пытăмăр. Анчах сумах тĕмисем хушшинчи сукмак çинче нӳхрепри пекех тĕттĕм вĕт. Вĕсенчен пĕр вунпилек утăмра чарăнса тăтăмăр пулĕ, сасартăк хамăн ачху! тăвас килнине туйса илетĕп. Шутсăрах телей пӳлмарĕ. Эпĕ апла та, капла та чарма хăтланатăп, анчах нимĕн тумалли те çук, — менпур вăйпа ачху! туса ятăм. Эпĕ малта пистолет хатĕрлесе тытса пыраттăм. Эпĕ ачху! туса ятăм çеç, çав мошенниксем сукмак çинчен тĕмсем хушшинелле вĕлт çеç кĕрсе кайрĕç, тĕмсем ăшĕнче туратсем çăтăртатма пуçларĕç, эпĕ: «Перĕр, ачасем!» — тесе кăшкăратăп. Хам ăçта çатартатать, çавăнталла перетĕп. Ачасем те персе ячĕç. Анчах усалсем вăрман ăшĕпе тарма пуçларĕç. Эпир вĕсем хыççăн каятпăр. Эпир виçсĕмĕр те тивертеймерĕмĕр пулмллла... Тарма пуçлас умĕн вĕсем те пире пĕрер хутчен персе илчĕç. Анчах вĕсен пулисем нимĕнле сиен тумасăрах пирĕн çумăн шăхăрса иртсе кайрĕç. Вĕсен ура сассисем илтĕнми пулсан, эпир вĕсене хăвалама пăрахрăмăр, ту çинчен антăмăр та полицейскисене ура çине тăратрăмăр. Вĕсем çынсене пуçтарчĕç те шыв хĕрринелле тăратса тухрĕç, тул çутăлсанах, шериф вăрман ăшĕнче пĕтĕм халăхпа ухтарать. Манăн ачасем те каяççĕ. Сăнран пăхсан çав санăн усалусем мĕнле, эсĕ пире çавна каласа пама пултарсан аванччĕ, вăл пире питĕ пулăшатчĕ. Анчах эсĕ вĕсене тĕттĕмре лайăххăн кураймарăн та пулĕ?
— Çук, эпĕ вĕсене хулара куртăм та вĕсем хыççăн утрăм.
— Питĕ аван! Кала, эппин, кала-ха, ачам, вĕсем мĕнлескерсем?
— Пĕри хăлхасăр-чĕлхесĕр ватă испанец, ăна эпĕ хулара пĕрре е икĕ хут курнă, тепри — çĕтĕк-çатăк тум-тирлĕскер, питĕ ирсĕр сăн-сăпатлăскер...
— Ку пире çитет, ачам... Вăл çынсене эпир пĕлетпĕр. Пĕрре вĕсене вăрманта тĕл пултăмăр. Вĕсем тăлăх арăмăн çурчĕ таврашĕнче çапкаланса çӳретчĕç, пире курчĕç те аяккалла шăвăнчĕç. Ачасем! Хăвăртрах шериф патне, апатне кайран та çиме ĕлкĕретер!
Валлиецăн ывăлĕсем çавăнтах тухса утрĕç. Вĕсем алăк патнелле кайсанах, Гек вĕсем хыççăн чупрĕ те çапла каларĕ:
— Вĕсене эпĕ кăтартса пани çинчен, тархасшăн, никама та ан калăр! Тархасшăн!
— Юрать. Калаттарасшăн мар пулсан — каламаст-пăр. Калас пулсан та, уншăн сана мухтĕччĕç вĕт.
— Ой, çук, çук! Тархасшăн, ан калăр! Çамрăккисем тухса кайсан, старик Гека çапла каларĕ.
— Вĕсем калас çук, эпĕ те каламастăп. Анчах эсĕ мĕншĕн çавăн çинчен пĕлтересшĕн мар-ха?
Гек ăнлантарса хăтланасшăн пулмарĕ, вăл пĕрмай: «Çав пĕр çынĕ çинчен эпĕ ытла та нумай пĕлетĕп, эпĕ пĕлнине хăйне пĕлтерес килмест, пĕлсессĕн, вăл мана вĕлеретех», — тесе тăчĕ.
Старик татах каламастăп тесе тепĕр хут сăмах пачĕ, çапах та хăй çапла ыйтрĕ:
— Ачам, ăçтан сан пуçа кĕчĕ-ха вĕсен хыççăн çӳреме? Вĕсем сана ырă мар çынсем пек туйăнчĕç-и-мĕн?
Гек, юрăхлăрах ответ шыраса, чĕнмесĕр тăчĕ. Юлашкинчен çапла каларĕ:
— Куратăр-и, манăн пурнăç питех тутлах мар, пур те çавăн пек калаççĕ, эпĕ хирĕç нимĕн те тавăрса калама пултараймастăп. Вăт, хăшпĕр чухне ĕнтĕ, эпĕ çĕрлесенче вуçех те çывăрмастăп: пĕрмаях урамсем тăрăх утса шухăшласа çӳретĕп, манăн епле урăхла пурнăç пуçласа ярас-ши, тетĕп? Иртнĕ каç та çавăн пек пулчĕ. Ыйхă килмерĕ манăн, çавăнпа çав ĕçсем çинчен шухăшласа çур çĕр çитеспе урам тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрерĕм. «Эрех ĕçменнисен» таверни патĕнчи кивĕ кирпĕч склачĕ çумĕпе иртсе пыратăп, стена çумне пырса тăтăм та шухăшласа тăратап... Сасартăк акă мĕн куратăп: манăн çумран икĕ çын чупса иртсе каяççĕ, пĕрин хул хушшинче темскер пур, ку вăрланă япала тесе шутларăм эпĕ. Пĕри тапак туртатчĕ те, тепри те туртасшăн пулчĕ, — çапла вĕсем манран икĕ утăмра çеç чарăнса тăчĕç. Сигарĕсем вĕсен пичĕсене çутатса ячĕç те, эпĕ вăрăмскерĕ хăлхасăр-чĕлхесĕр испанец пулнине палласа илтĕм, — эпĕ ăна пичĕ çинчи сухалĕ тăрăх тата куçĕ çинчи пластырĕ тăрăх палларăм. Тепри çак куç харшисене пĕрĕнтерсе çӳрекен, çĕтĕк-çатăк тумтирлĕ шуйттанĕ пулнă...
— Нивушлĕ эсĕ сигара çутипе унăн çĕтĕк-çатăк тумтирне те курма пултартăн?
Гек пĕр вăхăт нимĕн калама аптраса тăчĕ.
— Пĕлместĕп те, куртăм пулмалла.
— Мĕн вара? Вĕсем кайрĕç, эсĕ...
— Эпĕ вĕсем хыççăн... Çавăн пек пулчĕ те вăл. Вĕсем мĕн тума шутланине пĕлес килчĕ. Вĕсем çӳлерех те çӳлерех хăпарса пычĕç, эпĕ вĕсем хыççăн... тăлăх арамăн килкарти патне урлă каçмалли патне çитичченех пытăм. Унтан тĕттĕмре тăтăм та итлеме пикентĕм. Çĕтĕк-çатăк тумтирли тăлăх арăм хутне кĕрет, испанецĕ тăлăх арăмăн сăн-питне пĕтĕмпех пăсса пĕтеретĕп тесе тупа тăвать, — ун çинчен эпĕ сире те, сирен ике ывăлăра та каласа кăтартнăччĕ вĕт-ха...
— Мĕнле! Хăлхасăр-чĕлхесĕр çын та калаçрĕ-и?!
Гек каллех шутсăр пысăк йăнăш турĕ. Вăл, çав испанец мĕскерле çын пулни старикĕн пуçне ан кĕтĕрччĕ тесе, пур майпа та тăрăшрĕ. Анчах унăн чĕлхи юриех ун умне ăна чăрмантарса хăтланмалли задача лартнă пекех пулчĕ. Гек хăй йăнăш каласа янине темиçе хут та тӳрлетме хăтланса пăхрĕ, анчах старикĕ пĕрре те хăй куçĕсене ун çинчен илмерĕ, Гек йăнăш хыççăн йăнăш каласа пычĕ. Юлашкинчен валлиец çапла каларĕ:
— Итле, ачам, манран ан хăра эсĕ. Эпĕ санăн пуçу çинчи çӳç пĕрчине те тивес çук. Çук, эпĕ санăн хута кĕретĕп... ия, хута кĕретĕп. Çав испанец вăл хăлхасăр-чĕлхесĕр мар. Эсĕ астумасăр каласа ятăн, халĕ ĕнтĕ нимĕн те тумалли çук. Эсĕ çав испанец çинчен темĕскер пĕлетĕн те, ху каласшăн мар. Мана шан, кала. Ан та шухăшла, — эпĕ сан çинчен никама та каласа кăтартмастăп.
Гек пĕр минутлăха старикĕн тӳрĕ куçĕнчен пăхрĕ, пĕшкĕнчĕ те ăна хăлхинчен шăппăн каларĕ:
— Вăл испанец мар, вăл Джо индеец! — терĕ.
Валлиец чут çеç пукан çинчен йăванса анмарĕ:
— Апла пулсан, халĕ ĕç уççăнах палăрать, халĕ эпĕ аванах ăнланатăп. Эсĕ хăлхасене касса илесси çинчен тата сăмса шăтăкĕсене касса кăларасси çинчен каласан, эсĕ ăна сăмах хитре тухмашкăн ху шухăшласа кăларнă пулĕ, терĕм, мĕншĕн тесен шури ӳтлĕ çынсем çавăн пек хирĕç тавăрса хăтланмаççĕ, вăл ĕнтĕ индеец ĕçĕ.
Ирхи апат çинĕ чухне те сăмахласа ларчĕç, ытти сăмахсем хушшинче старик çапла каларĕ:
— Тухса кайиччен эпĕ ывăлсемпе пĕрле хунар çутрăм та, ăçта та пулин юн юхни çукки тесе, карта урлă каçмалли вырăна тата каçмалли вырăн патĕнчи тăпрана пăхса сăнарăм. Юн таврашĕ тупмарăмăр, пĕр пысăк тĕрке çеç тупрăмăр...
— Мĕн тĕрки?
Сăмахсем çиçĕм пек пулсан та, вĕсем Гекăн шуралсах кайнă тути хĕррисенчен çиçĕмрен те хăвăртрах вĕçерĕнсе тухрĕç. Унăн куçĕсем çап-çаврака пулса кайрĕç, сывлăшĕ тăвăрлалса килчĕ, вăл, старик мĕн калассине кĕтсе, ăна тĕллесе пăхса тăчĕ. Хăй енчен валлиец та ăна виçĕ çеккунт... пилĕк-çеккунт... вуннă... пăхса тăчĕ, унтан çапла ответлерĕ:
— Вăрă хатĕрĕсем çыхса лартна тĕрке... Мĕн пулчĕ-ха сана?
Гек, хуллен, анчах тарăн сывласа, пукая хыçĕ çумнелле тайăнса ларчĕ, хăй калама та çук хĕпĕртесе кайрĕ. Валлиец нимĕн кулмасăр-тумасăр, темĕн интересленсе, ăна тĕллесе пăхса тăчĕ те çапла каларĕ:
— Ия, вăрă хатĕрĕсене çыхса лартнă тĕрке. Вăл сана питех лăплантарса янă пек туйăнать. Мĕнтен хăрарăн-ха эсĕ? Эпир мĕн тупнă пулĕ тесе шухăшланă эсĕ?
Гека стена çумне хупăрласа лартнă пекех пулчĕ. Старик хăйĕн сăнаса пăхакан куçĕсене ун çинчен илмерĕ. Ача тем пекех майлăрах ответ шухăшласа тупасшăн пулчĕ, анчах ун пуçне нимĕн те пырса кĕмерĕ, старикен сăнаса пăхакан куçе ун ăшнелле тата тарăнрах кĕчĕ. Çыпăçусăр ответ тупăнса килчĕ, анчах ăна виçкелесе тăма та вăхăт пулмарĕ. Гек вара, мăн пулать-килет тесе, аран илтĕнмелле çапла каласа хучĕ:
— Эпĕ эсĕр... вырсарникунхи шкулта вĕренмелли кĕнекесем тупнă пулĕ тесе шухăшларăм.
Мĕскĕн ачана темскер пусса тăнă пек пулчĕ, çавăнпа вăл кулма та пултараймарĕ. Анчах старикĕ хыттăн ахăлтатсах, савăнăçлăн кулса ячĕ, унăн пĕтĕм ӳт-пĕвĕ кисренме тапратрĕ, юлашкинчен, çителеклех кулса тăрансан, çапла каларĕ:
— Çакăн пек лайăх кулни вăл укçа кĕсъере юлнипе пĕрех, мĕншĕн тесен вăл тухтăра укçа парса тăкакланассинчен те хăтарать.
— Мăнтарăн ачи! — терĕ вăл унтан, — çав тери шурса кайнă эсĕ, питех те сыв мар пулмалла. Çавăнпа санăн пуç мимийĕ те улшăнса кайнă. Вăл нимех те мар-ха, пурте иртет. Канатăн, выртса çывăратăн... вара йăлтах иртсе каять.
Гек хăй çавăн пек айван пулнăшăн, хăй вырăнсăрах пăшăрханнипе хăй çинчен темĕн шухăшлаттарнăшăн тарăхрĕ. Усал çынсем çавăнта, тăлăх арăмăн карти патĕнче, калаçса тăнă чухне, вăл хăех ăнланнăччĕ вĕт-ха: çавсем тавернăран йăтса тухнă тĕркере нимĕнле пуянлăх та пулман. Анчах калас пулать, вăл çавна чухлакаланă çеç çав, лайăххăнах пĕлеймен. Çавăнпа та япала тупни çинчен каланине илтсенех, вăл çав тери хумханса кайрĕ. Чăннипе каласан, вăл çавăн пек пулса тухнăшăн хĕпĕртерĕ те. Халĕ ĕнтĕ вăл çав тупнă тĕрке ăшĕнче укçа таврашĕ пулманнине лайăхах пĕлчĕ. Апла пулсан, пурте аван, нимĕн те çухалман-ха. Ия, пурте аванах майлашса пынă пек туйăнать-ха: арча та халĕ иккемĕш номерте пытарса лартнипех тăрать пуль-ха, усал çынсене иккĕшне те паянах тĕрмене тытса хупса лартаççĕ, кĕçĕр çĕрле вара Гекпа Том, нимĕн чăрманса хăтланмасăр, никамран та хăрамасăрах пĕтĕм ылтăна ярса илеççĕ.
Вĕсем ирхи апат çисе пĕтернĕ тĕле такам алăкран пырса шаккарĕ, Гек васкаса пытанса ларчĕ, мĕншĕн тесен вăл хăй çĕрле пулнă ĕçе мĕнле те пулин çыпçăнни çинчен никам та ан чухлатăр, терĕ. Валлиец хăй патне пӳлĕмелле темиçе ледипе джентльмена кĕртрĕ, вăл шутра тăлăх арăм Дуглас та пулчĕ. Пӳлĕме кĕрсенех, вĕсем тăлăх арăмăн картине пăхас тесе сăрт çинелле хулари çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе тапаланса хăпарнине асăрхарĕç. Ĕнтĕ хыпар та сарăлнă курăнать.
Валлиецăн хăй патне пынă çынсене çав çĕрле пулнă истори çинчен каласа кăтартма тиврĕ. Тăлăх арăм вара ăна хăйне хăтарнăшăн тав тума пуçларĕ.
— Пĕр сăмах та ан калăр, сударыня! Тепĕр çын пур, çав çын сире эпĕ ывăлсемпе пĕрле усă тунинчен ытларах усă кӳнĕ пулĕ, тен. Анчах вăл хăйĕн ятне калама ирĕк памасть. Вăл пулмасан, çав вырăна кайса пăхасси пирĕн пуçа пырса та кĕрес çукчĕ.
Паллах, çак сăмахсене илтсен, çынсен питех те пĕлесси килсе кайрĕ, вĕсем чи пысăкрах япалине те манса кайнă пек пулчĕç. Анчах валлиец хăйĕн хăнисем пĕлесшĕн çуннине кура вĕсене çавах та хĕрхенмерĕ, пытарса тăмалли япала çинчен каласа памарĕ. Çавна пула вĕсен пĕлес килнийĕ те часах пĕтĕм хулипех сарăлчĕ. Пулса иртне япала çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсен, тăлăх арăм çапла каларĕ:
— Эпĕ кравать çинче кĕнеке вуласа выртнă çĕртех çывăрса кайрăм та çĕрĕпех канлĕ çывăртăм. Эсĕр мĕншĕн мана пырса вăратмарăр вара?
— Вăратма кирлĕ мар терĕмĕр эпир. Çав усал çынсем каялла таврăнас çукчĕ пулĕ: вĕсем хатĕрсемсĕр тăрса юлчĕç вĕт-ха, хатĕрсемсĕр вĕсен ĕçлемелли те пулмастчĕ. Ма вăратас-ха вара сире? Сехре хăпартмашкăн-и? Кунсăр пуçне тата манăн виçĕ негр ирчченех сирĕн çурт патĕнче хурал тăчĕç. Халĕ çеç вĕсем каялла килчĕç.
Тата çĕнĕ çынсем пычĕç, икĕ сехет хушши вара старик хăйĕн халапне çĕнĕрен те çĕнĕрен пуçласа каласа пачĕ.
Вырсарникунхи шкулта каникул, çавăнпа та ирхине яланхи пекех занятисем пулмарĕç, анчах çапах та пурте ир-ирех чиркĕве пуçтарăнна. Пур çĕрте те çĕрле хăрушă япала пулни çинчен çеç калаçаççĕ. Усал шухăш тытнă çынсен йĕрне полици халĕ те йĕрлесе тупайманнине пурте пĕлчĕç ĕнтĕ. Проповедь пĕтсен, Тэчер судьян арăмĕ халăхпа пĕрле алăк патнелле утакан миссис Гарпера хăваласа çитрĕ те çапла каларĕ:
— Мĕн, ара, мĕн, Бекки кунĕпех çывăрать-и-мĕн? Вăл ытла та ывăнассине эпĕ малтанах пĕлтĕм...
— Сирĕн Бекки?
— Ия. (Тĕлĕнсе пăхрĕ Бекки амăшĕ.)— Вăл сирĕн патăрта çывăрмарĕ-и вара?
— Çук.
Миссис Тэчер шуралса кайрĕ те чиркӳри тенкел çинелле лаштăрах ларчĕ. Лăп çав вăхăтра унăн çумĕпе Полли мăнаккăшĕ иртсе пыратчĕ, вăл хĕрсе кайсах хăй тусĕпе темĕн çинчен сăмахлать.
— Сывă-и, миссис Тэчер? — терĕ Полли мăнаккăшĕ. — Ырă ир пултăр, миссис Гарпер. Манăн арçын ача каллех çухалчĕ. Кĕçĕр вăл сирĕн патăрта... е сирĕн патăрта çывăрнă пулмалла та... халĕ ĕнтĕ чиркĕве те килме хăрать пулмалла, — хăйне лектерессине пĕлет вăл.
Миссис Тэчер хуллен пуçне сулласа илчĕ те тата ытларах шуралса кайрĕ.
— Вăл пирĕн патăрта пулман, — терĕ миссис Гарпер, хăй те пăшăрханма пуçласа.
Полли мăнаккăшĕн сăнĕ-пичĕ хăй пăшăрханнине уççăнах палăртрĕ.
— Джо Гарпер, эсĕ паян ирпеле ман Тома куртăн-и? — тесе ыйтре вăл.
— Çук, курмарăм.
— Юлашки хут эсĕ ăна хăçан курнăччĕ?
Джо астуса илме тăрăшрĕ, анчах хăçан курнине лайăххăнах калама пултараймарĕ. Чиркӳрен тухакансем чарăна-чарăна тăма пуçларĕç. Халăх хушшинче пăшăлтату тапранчĕ. Кашни çын питĕнчех пăшăрхану палăрчĕ. Ачасенчен тата кĕçĕн учительсенчен ыйтса пĕлме тапратрĕç. Килелле таврăннă чухне пăрахут çинче Томпа Бекки пулнипе пулманнине нихăш те асăрхаман иккен: мĕншĕн тесен питĕ тĕттĕм пулнă, пурте пуçтарăннă-и тесе ыйтма та нихăшĕ те астуман. Юлашкинчен пĕр çамрăк ача çапла лаплаттарса хучĕ:
— Эппин, вĕсем çĕр айĕнчи шăтăк ăшнех выртса юлнă!
Миссис Тэчер ăнсăр пулса кайса ӳкрĕ. Полли мăнаккăшĕ аллисемпе пуçне тыта-тыта макăрса ячĕ.
Пăшăрханмалла хыпар пĕр çăвартан тепĕр çăвара, пĕр ушкăнтан тепĕр ушкăна, пĕр урамран тепĕр урама куçса пычĕ. Пĕр пилĕк минутран мĕнпур чан çапса янратрĕ, пĕтĕм хула ура çине тăче. Кардиф тăвĕ çинче пулса иртнĕ япала пĕр самантрах питĕ пĕчĕк япала пек туйăнса кайрĕ. Çаратакансем çинчен çавăнтах манса кайрĕç. Утсене йĕнерлерĕç, кимĕсесе çыхнă çĕртен вĕçертрĕç. Пăрахутсене чĕнтерме ячĕç, çур сехетрен вара икçĕр çынна яхăн шыв тăрăх та, типĕ çĕрпе те çĕр айĕнчи шăтăк патнелле кайрĕç.
Хула çав тери пушанса юлчĕ, çынсем вилсе пĕтнĕ пек курăнса ларчĕ вăл. Полли мăнаккăшĕпе миссис Тэчера йăпатма хăтланса, хĕрарăмсем кунĕпех вĕсем патне çӳрерĕç; вĕсемпе пĕрле макăрчĕç, çакă ĕнтĕ йăпатса калакан сăмахсенчен пуринчен те лайăхрах пулчĕ.
Çĕрĕпех хулара хыпар çитессине кĕтсе тăчĕç, анчах юлашкинчен, аранах тул çутăла пуçласан, çĕр айĕнчи шăтăкран виç-тăватă сăмах çеç килчĕ: «Татах çуртасем тата çимелли ярăр», — тесе пĕлтерчĕç. Миссис Тэчер хуйхăрса чутах ухмаха тухмарĕ, Полли мăнаккăшĕ те çавăн пекех хуйхăрчĕ. Вĕсем шанчăка ан çухатчăр тесе, каламашкăн Тэчер судья пĕрмаях çĕр ăшĕнчи шăтăкран çынсем ярса тăчĕ, анчах вĕсен сăмаххисем савăнтармарĕç çав. Тепĕр кунне, тул çутăлнă чухне, валлиец-старик киле таврăнчĕ, хăй пĕтĕмпех çурта çăвĕпе тата тăмпа вараланса пĕтнĕ. Вăл килнĕ çĕре Гек хăйне вырттарнă вырăн çинчехчĕ. Арçын ача вĕриленсе кайса, пĕр енчен тепĕр еннелле куçкаласа аташса выртать. Тухтăрсем пурте çĕр айĕнчи шăтакра, çавăнпа чирлĕ ачана тăлăх арăм Дуглас пăхать. «Хам уншăн мĕн тума пултарнине пурне те тăватăп, мĕншĕн тесен вăл ача лайăх-и е лайăх мар-и, вăл çапах та турă туса янă чĕрчун вĕт, ăна ахалех пăрахмалла мар ĕнтĕ», — тет вăл. «Гекăн хăлĕн лайăх енĕсем те пур», — терĕ валлиец, унăн сăмаххисемпе тăлăх арăм та килĕшрĕ:
— Эсир тĕп-терĕсех калатăр. Турă тунă япала çинче туррăн пичечĕ те пур. Унăн аллисем тунă кашни япала çинчех туррăн тивлечĕ пур, — терĕ.
Кăнтăр тĕлнелле шутсăр ывăнса çитнĕ çынсен ушкăнĕсем хуланалла таврăнма пуçларĕç, анчах çине тăрсах тăрăшакан граждансем çапах шырама пăрахмарĕç-ха. Çĕннине çакна çеç пĕлчĕç: çĕр айĕнчи шăтăкра, ĕлĕк никам та пырса курман инçетри галерейăсенче те — пур çĕрте те шыраса пăхнă-мĕн. Пур тăкăрлăксенче те, тухмалли вырăнсенче те пăхса çӳрене, çав лабиринтра çӳренĕ чухне инçетре çутăсем вĕлт-вĕлт тунисене курнă, кăшкăрнă сасăсем тата салхуллă тӳпе айĕнче кĕрĕслĕтсе янракан пăшал сассисем те илтĕннĕ. Пĕр çĕрте, туристсем кĕрсе çӳрекен вырăнсенчен инçетре, икĕ сăмах тупнă, — чул çине çурта хăрăмĕпе: «Беккипе Том» тесе ӳкернĕ, çавăнтах çурта çăвĕ тумлатса пĕтернĕ хăю татăкки выртнă, тет. Миссис Тэчер хăйăва палласа илчĕ те ăна пăхса хытă макăрса ячĕ. «Ку манăн пĕтнĕ ача çинчен асăнмалли юлашки япала пулать ĕнтĕ», — терĕ вăл. Нимĕн те унтан хаклăрах пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен Бекки хăй хăрушă вилĕмпе вилес умĕн юлашкинчен çак япаларан уйрăлнă. Хăшпĕрисем ак çапла каласа кăтартрĕç: шыраса çӳренĕ хушăра инçетре темĕнле çутă вĕлт-вĕлт тунисем курăнкаланă; çавна курсан, пĕр çирĕм çынна яхăн савăннипе хытă кăшкăрса ярса çав еннелле кайнă; анчах вĕсен савăнни вăхăтсăр пулнă, мĕншĕн тесен унта вĕсем ачасене мар, хăйсен кампанинчи çынсенех тĕл пулнă.
Çапла виçĕ хăрушă кун та виçĕ хăрушă каç иртнĕ. Хуйхăллă та салхуллă сехетсем пĕрин хыççăн тепри тăсăлса пычĕç. Юлашкинчен пĕтĕм хула, йăлтах шанчăка çухатса, темĕнле ĕнтĕркесе кайнă пекех пулчĕ. Кашниннех ĕçĕ аллинчен туха-туха ӳкет. «Эрех ĕçменнисен тавернин» хуçи хăй патĕнче вăрттăн эрехсем тытни çинчен ăнсăртран пĕлсен, çав шутсăрах та тĕлĕнмелле ĕç пулсан та, вăл никама та хумхатса ямарĕ. Чирлĕ Гек пĕр вăхăтлăха тăна кĕрсе çитсен, вăл таверна çинчен халап пуçласа ячĕ те юлашкинчен, питĕ хăрушă хыпар илтессинчен хăракаласа, çапла ыйтрĕ... «Эпĕ чирлĕ выртнă вăхăтра "Эрех ĕçменнисен тавернинче" мĕн те пулин тупман-и?» — терĕ.
— Тупнă, — терĕ тăлăх арăм.
Гек хăранипе куçĕсене тискеррĕн чарса пăрахрĕ, кравать çинче çӳлелле сиксе илчĕ.
— Мĕн? Мĕскер тупнă?
— Ĕçмеллисем, хăватлисене тупнă. Эрех... Вара тавернăна хупса лартнă... Вырт, ачам. Харатсах ятăн эсĕ мана!
— Пĕр сăмах çеç, пĕр сăмах çеç калăр мана, тархасшăн. Кам тупнă? Том Сойер-и?
Тăлăх арăм куççуль юхтарма пуçларĕ.
— Чарăн, чарăн, ачам, эпĕ сана каларăм вĕт: санăн нумай калаçма юрамасть. Эсĕ питех те чирлĕ.
«Апла, эппин, эрехсĕр пуçне урăх нимĕн те тупман пулать, мĕншĕн тесен укçа тупнă пулсассăн, çав пĕтем хулана шутсăр хускатса яратчĕ. Эппин, пуянлăх ĕмерлĕхех, ĕмĕр-ĕмĕрех çухалса кайрĕ... Анчах вăл меншен макăрать-ха? Тĕлĕнмелле! Мĕн макăрмалли пур-ха унăн, темелле?»
Çав шухăшсем Гекăн пуç миминче хуллен çаврăнкаласа çӳрерĕç, çавсене пула вăл пите ывăнчĕ те çывăрса кайрĕ.
— Акă, вăл çывăрса кайрĕ те, мĕскĕн ача, — терĕ тăлăх арăм хăй ăссĕн. — «Том Сойер тупнă!» Кайса шыраса туп ĕнтĕ Том Сойера. Санăн Том Сойерна шырама вăй-хал çитекен çынсем сахалланса кайрĕç ĕнтĕ.
31-мĕш сыпăк. Тупăннă та каллех çухалнă
Халĕ ĕнтĕ Томпа Бекки патне çаврăнар. Мĕн тунă-ши вĕсем пикникре? Малтан вĕсем айккинелле каякан салху коридорсемпе уткаласа çӳренĕ, пĕтĕм ушкăнĕпе пĕрле çĕр айĕнчи шăтăкри хăйсем пĕлекен тĕлĕнмелли япаласене пăхса çӳренĕ. Вĕсен ячĕсем те пăртак тĕлĕнмеллерех йышшисем пулнă, сăмахран: «Хăна пӳлĕмĕ», «Собор», «Аладдин дворецĕ» тата ытти те. Унтан пытанмалла выляма пуçланă. Томпа Бекки çак савăнăçлă вăйя тăрăшсах эрне. Вĕсем вăйă пăртак килĕшӳсĕр туйăнма пуçличченех вылянă. Унтан вĕсем иккĕшĕ те, хăйсен çуртисене çӳлелле çĕклесе, кукăр-макăр кукăрăлса каякан галерея тăрăх утнă, вĕсем чул стенасем çинче эрешмен карти пекех тĕрленсе тăракан ятсемпе числосене тата ăслă халапсене вуланă (вĕсене çурта хăрăмĕпе çырнă пулнă). Сăмахласа малалла утнă хушăра вĕсем стенасем çинче нимĕн çырни те çук çĕрелле хăйсем епле пырса лекнине те асăрхаман. Вĕсем усăнса тăракан чул айĕнчи стена çине хăйсен ячĕсене хăрăмпа çырнă та малалла кайнă. Юлашкинчен вĕсем çакăн пек çĕре пырса тухнă: пĕр пĕчĕк юханшыв, чул сăрт тĕми урлă юхса тăрса, хăйпе пĕрле известь çисе юхтара-юхтара кайса, нумай çĕр çул хушшинче васкамасăр иртекен, ĕмĕр-ĕмĕрех çутă тăракан чултан кăтра та шăтăклаллă Ниагара туса хунă. Çав чул çинчен анакан шыв мĕнле сикнине Бекки пăхса килентĕр тесе тата ăна çутатас тесе, Том хăйĕн пĕчĕк кĕлеткипе шыв сикнĕ вырăн хыççăн хушăха хĕсĕнсе кайнă. Унта вăл çакна асăрханă: çав шывсикки хăй тĕллĕнех чăнкă пусма пеккине картласа тăнă, çав пусма пекки чул стена хушшинчи ансăр çурăка хупса лартнă пек туйăннă. Том çав самантрах çĕнĕ япаласем тупса чапа тухассишĕн çунма пуçланă. Бекки вăл чĕннине хавассăн йышăннă, вĕсем вара малашне пăхса пĕлмешкĕн чул çине хăрăмпа паллă тунă та çĕнĕ япаласем шыраса тупма кайнă. Вĕсем кукăр-макăр кукăрăлакан коридор тăрăх нумайччен утна, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла кайнă, çĕр ăшĕнчи шăтăксене тарăнрах та тарăнрах анса пынă. Вĕсем тата тепĕр паллă тунă та аяккалла пăрăннă, — çӳле тухсан каласа кăтартмашкăн татах тĕлĕнмелле япаласем шыраса кайнă. Пĕр çĕрте вĕсем питĕ аслă шăтăк тупнă. Çав шăтăкăн маччинчен аялалла темĕн чухлĕ çутă сталактит усăнса тăнă, вĕсем этем ури сарлакăш пулнă. Ачасем, çав шăтăк хитрелĕхне пăхса савăнса, унăн йĕри-тавра утса çаврăннă та унтан пĕр коридорĕпе тухнă, — çакăнта темĕн чухлĕ коридор пырса çыпçăннă-мĕн. Хайхи коридорпа кайсан, ачасем часах ытармалла мар хитре çăлкуçĕ патне пырса тухнă. Унăн бассейнĕ глазурьпе сернĕ евĕрлĕ йăлкăшса тăракан кристалсенчен юри тунă пекех пулнă. Бассейн шăтăкăн вăта çĕрĕ тĕлĕнче пулнă, шăтăкĕн стенисене темĕнле тĕлĕнмелле колоннăсем, — тĕрекле [[I,579]] пĕрлешсе ларнипе пулса тăнăскерсем, тĕкĕлесе тăнă, — вĕсем известь шывĕн пĕчĕкçĕ тумламĕсем нумай ĕмĕр хушши татти-сыпписĕр тумласа тăнипе пулнă. Çав шăтăкăн тӳпи айĕнче çара çерçи кĕтĕвĕсем вырнаçса пурăннă, кашни кĕтĕвĕнче пиншер çара çерçи пулнă. Çутă вĕсене хускатса янă, вĕсем темиçе çĕршерĕн аялалла тапранса аннă та, йĕрĕнмелле сасăпа чĕриклетсе, урнă пекех çуртасем патнелле чышăнма пуçланă. Том вĕсен йăлисене пелнĕ, çавăнтан мĕн пулассине те лайăхах чухланă. Вăл Беккие аллинчен ярса илнĕ те унпа пĕрле хăйсене чи малтан тĕл пулнă коридораллах чупса тухнă. Çапла туни аван пулнă, мĕншĕи тесен пĕр çара çерçийĕ Беккин çуртине çуначĕпе сӳнтернĕ лартнă — Бекки шăп шăтăкран чупса тухса тарнă вăхăтра сӳнтерпĕ. Çара çерçисем ачасем хыççăн нумайччен хăваласа пынă. Анчах тарса хăтăлаканĕсем кашни минутрах çул çинче тĕл пулакан çĕнĕ те çĕнĕ шăтăксене пăрăнса кĕре-кĕре кайнă. Çапла вара юлашкинчен çав усал чĕрчунсенчен хăтăлнă. Часах Том çĕр айĕнче кӳлĕ шыраса тупнă, унăн аран çеç палăракан çыранĕсем тĕттĕмелле кайса çухалнă. Вăл çав çырамсене кайса тĕпчесе пăхасшăн пулнă. Анчах вăл малтан ларса калсассăн лайăхрах пулĕ тесе шутланă. Çакăнта тин ачасем çĕр айĕнчи шăтăкра нимĕнле сас-чĕвĕ те пулманнине асăрхаса илнĕ, çак шăплăх ачасен чунне темĕнле пусаркăçпа пусса лартнă пекех пулнă.
— Мĕн, ара, — тенĕ Бекки, — эпĕ сисмерĕм те, сасăсем тахçанах илтĕнме пăрахрĕç мар-и çак?
— Чухласа ил-ха, Бекки, эпир вĕсен айнелле анса кайрăмăр вĕт. Эпĕ хамăр ăçталла килсе кĕнине те пĕлместĕп, те çурçĕрелле, те кăнтăр еннелле, те хĕвелтухăç еннелле. Кунта эпир вĕсен сассисене те илтме пултараймастпăр.
Бекки хăрасах кайрĕ.
— Эпир тахçантанпах çакăнта аялта çӳретпĕр-и ĕнтĕ? Каялла таврăнсан лайăхрах пулмĕ-ши?
— Ия, çапла тусан лайăхрах пулĕ, тетĕп. Лайăхрах пулĕ...
— Эсĕ çулне тупма пултаратăн-и, Том? Кунта ытла та кукăр-макăр çулсем, манăн пуçра пĕтĕмпех арпашса пĕтрĕç.
— Çав çара çерçисем пулман пулсан, эпĕ çулне тупма пултараттăм. Вĕсем пирĕн çуртасене иккĕшне те сӳнтерсен, пирĕн мĕн тăвас-ха? Тавай урăх çул шырар, вĕсем патĕнчен иртсе каяс марччĕ.
— Аташса каяс марччĕ пирĕн. Вăл вара шутсăр хăрушă пулĕччĕ! — Çавăн пек хăрушлăх пулма пултарасси çинчен шухăшласан, хĕрача шартах сикнĕ.
Вĕсем пĕр галерейи тăрăх утнă, хăйсем курнă паллăсем тупăнмаççĕ-ши тесе, кашни шăтăкаллах тĕллесе пăхса нумайччен ним чĕнмесĕр утнă. Анчах кунта вĕсем пĕлни нимĕн те пулман, пурте вĕсемшĕн ют пулнă. Том çĕнĕ шăтăкалла тĕллесе пăхнă чухне кашни хутĕнчех Бекки унăн питĕнчен сăнаса пăхнă, мĕн те пулин йăпатмалли сиссе илме ĕмĕтленнĕ, Том вара савăнăçлăн çапла каланă:
— Ку эпир килнĕ çул мар-ха, анчах эсĕ ан пăшăрхан, вăхăт çитсен, ăна та тупатпăр, — тенĕ.
Çапах та кашни хутĕнчех телей пулман пирки вăл шанăçа çухатса пынă, часах вăл, хăйсене кирлĕ çула тупасчех тесе ĕмĕтленсе, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла пăрăна-пăрăна кĕме пуçланă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вăл çапла каланă: «Ан хăра, пурте аван пырать-ха», — тенĕ. Анчах унăн черине çав тери пысăк йывăрлăх пусса тăнă, çавăнпа сасси те унăн уççăн тухман, вăл «пурте аван» тесе мар, «пурте пĕтрĕ» тесе каланă пекех туйăннă. Бекки хăраса ӳкнипе ун çумнелле тĕршĕннĕ, куççуль тухассине пĕтĕм вăйĕпе чарма хăтланнă, анчах куççулĕ юхнăçемĕн юхнă. Юлашкинчен вăл çапла каланă:
— Том, çара çерçисем пурри нимех те мар, çав çулпа каялла таврăнар. Капла эпир аташнăçемĕн аташса пыратпăр, — тенĕ.
Том чарăнса тăнă.
— Итле! — тенĕ вăл.
Нимĕн сас та илтĕнмен, йĕри-тавра шăп, харпăр хăй сывланине те илтме пулнă. Том кăшкăрса янă. Унăн сасси, ян кайса, пушă тӳпе айĕнче янăраса тăнă та, кайран майĕпен инçетелле кайса, такам мăшкăлласа ĕхĕлтетсе кулнă пек пулса чарăнса ларнă.
— Ой, Том, ан кăшкăр, питĕ хăрамалла! — тенĕ Бекки.
— Хăрамалли хăрамалла та, çапах та кăшкăрсан лайăхрах, Бекки. Тен, вĕсем пирĕн сасса илтĕç.
Вăл татах кăшкăрса янă.
Çав «тен» тесе калани ахрăм усаллăн ĕхĕлтетсе илнинчен те хăрушăрах пулнă, хăраса хытса каймаллах туйăннă: çавăн пек каланинчен ĕмĕт сӳнсе ларни сисĕннĕ. Ачасем тăп тăрса итленĕ, анчах никам та хирĕç чĕнекен пулман. Том каялла çаврăннă та васкасарах утма пуçланă. Анчах уткалани-тунинче те тата унăн куçĕсенче те темĕнле хăракаланă пек пулни палăрнăран Бекки тепĕр хăрушă япалана пĕлсе тăнă: Том ĕнтĕ çав çара çерçисем пулнă шăтăк патнелле каймалли çула та тупма пултарайман.
— Эй, Том, мĕншĕн эсĕ паллă туса пымарăн?
— Бекки, эпĕ тăрă ухмахах пултăм çав. Тăрă ухмах! Эпир çавăнталла таврăнасси манăн пуçа та кĕмерĕ. Эпĕ çулне тупаймастăп. Ман пуçра пĕтĕмпех арпашса кайрĕç.
— Том, Том, эпир пĕтрĕмĕр. Пĕтрĕмĕр! Эпир нихçан та, нихçан та çак хăрушă вырăнтан тухма пултарас çук!
— Мĕншĕн эпир ыттисенчен уйрăлса кайрăмăр-ши?
Бекки çĕр çине ларнă та çав тери хытă йĕрсе-макăрса янă, Том нимĕн тума аптраса тăнă: вăл халех вилсе каять е ухмаха ерет пулĕ, тенĕ. Вăл Беккипе юнашар ларнă та ăна ыталанă. Бекки хăй питне унăн кăкăрĕ патне пытарса лартнă та, ун çумнелле тĕшĕрĕлсе ларса, хăй мĕнтен хăранине, хăйĕн кая юлнă ӳкĕнĕвĕсене пĕтĕмĕшпех кала-кала кăтартма пуçланă. Унăн хурланса каланă сăмаххисем, инçетелле ян кайса, мăшкăлласа ахăлтатса кулнă пек илтĕннĕ. Том ăна: «Вăйна пуçтар-ха, ĕмĕтне ан çухат», — тасе тархасланă, анчах Бекки: «Эпĕ ун пек пултараймастăп», — тенĕ. Вара Том: «Эпĕ сана çавăн пек инкеке кĕртрĕм», — тесе хăйне хăй вăрçса ӳпкелеме тытăннă, çакă вара пуринчен те ытларах пулăшнă. Бекки каланă: «Эпĕ хама хам алла илме хăтланса пăхатăп, акă тăратăп та, эсĕ ăçталла ертсе каятăн — çавăнталла пыратăп, çавнашкал сăмахсем ан та кала, мĕншĕн тесен эпĕ хам та санран кая мар айăплă», — тенĕ.
Вĕсем вара, мĕн пулать-килет тесе, ним тĕлсĕрех утнă, — вырăнта ларас мар тесе çеç утнă, — унтан ытла вĕсем нимĕн те тума пултарайман вĕт. Часах вĕсен черисенче каллех шанчăк чĕрĕлсе кайнă пек пулнă, — мĕнле те пулин сăлтав пулнăран мар, шанчăкĕ хăй çавăн пек пулнăран чĕрĕлнĕ: çын çамрăк чухне, чăн ĕçе ăнланнине курма хăнăхман чухне, шанчăк çĕнĕрен те çĕнĕрен чĕрĕлсе пырать.
Пăртак тăрсан, Том Бекки аллинчи çуртана илнĕ те ăна сӳнтернĕ. Çавăн пек перекетлесе хăтланнипех ĕнтĕ ăна хытă систернĕ: Бекки нимĕн сăмах каламасăрах çакна ăнланнă та, каллех унăн ĕмĕчĕ сӳнсе ларнă. Вăл Томăн кĕсйинче тата пĕр çурта та виç-тăватă çурта тĕпĕ пуррине аванах пĕлсе тăнă, çапах та Том вĕсене перекетлĕн тыткалама шутланă.
Хуллен-хуллен ывăнни хăйне систерме пуçланă. Ачасем ăна астуса пăхасшăн пулман, мĕншĕн тесен, кашни минутах питĕ хаклă чухне хăйсем çакăнта ларасси çинчен шухăшласанах, вĕсене хăрушшăн туйăнса кайнă: нимĕн пĕлмесĕр кирек те хăш еннелле кайсан та, вĕсем çапах ĕнтĕ малалла кайнă. Тен, вĕсем тулалла, çĕр çинелле тухмалли çĕреллех кайнă пулĕ. Анчах ларни вара вăл хăйсем валли вилĕм кĕтсе ларнине, ăна çывхартса килнине çеç пĕлтернĕ.
Юлашкинчен, Беккин тĕреклех мар урисем утайми пулса çитнĕ. Вăл ларнă. Том унпа юнашар вырнаçса ларнă та, вĕсем вара кил çинчен, тусĕсем çинчен, хăйсен лайăх вырăнĕсем çинчен пуринчен ытла хĕвел çути çинчен калаçма пуçланă. Бекки макăрнă. Том ăна валли мĕн те пулин йăпатмалли шухăшласа кăларма тăрăшнă. Анчах çав лăплантармалли сăмахсене вăл темиçе хутчен те каланăран вĕсем пурте хăйсен вăйĕсене çухатнă, шутсăр мăшкăлласа кулнăн илтĕннĕ вĕсем. Бекки çав тери ĕшенсе çитнĕ, юлашкинчен вăл тĕлĕрме пуçланă та çывăрсах кайнă. Том хĕпĕртенĕ. Вăл унăн хуйхăллă сăн-питне пăхса ларнă. Савăнмалли тĕлĕксем курнипе Бекки сăнĕ-пичĕ хуллен-хулленех яланхи пек канăçлă пулса кайни палăрнă. Беккин тути йăл кулма пуçланă та нумайччен çавăн пек кулса тăнă. Унăн сăнĕ-пичĕ питех канлĕхлĕ пулни Том ăшчиккинче те палăрнă. Вăл лăпланнă пек пулнă, унăн ăш вăркани те ерипенех иртсе кайнă. Унăн шухăшĕсем ĕлĕкхи пурнăçалла таврăннă, тĕлĕрсе ĕлĕкхисене аса илнисем хушшинче явăнса çӳреме пуçланă. Вăл, çав ĕлĕк мĕн пулнисене аса илме тапратса, питех те тарăн шухăша кайнă, çапла вăл Бекки вăранса хуллен кулса янине те асăрхаман. Анчах Бекки çавăнтах кулма чарăннă та йынăшса илне.
— Эпĕ епле çывăрса кайма пултартăм-ши? Нихçан та, нихçан та вăранас марччĕ манăн. Çук, çук, Том, ун пек ан пăх ман çине! Эпĕ урăх ун пек каламастăп.
— Эпĕ эсĕ çывăрнăшăн хĕпĕртетĕп, Бекки: халĕ ĕнтĕ эсĕ канса илтĕн, эпир каллех çул шырама каятпăр.
— Шыраса пăхар, Том, анчах эпĕ тĕлĕкре питех те хитре çĕршыв куртăм. Эпир часах çавăнта лекес пек туйăнать мана.
— Те лекетпĕр, те лекместпĕр-ха. Ну, Бекки, савăнăçлăрах пул. Атя-ха тата шыраса пăхар.
Вĕсем тăнă та алла-аллăн тытса утнă, анчах нимĕн шанчăксăрах утнă. Вĕсем хăйсем çĕр айĕнчи шăтăкра мĕн чухлĕ пулнине чухласа илме тăрăшнă. Вĕсене çакăнта темиçе кун та, темиçе эрне те çӳренĕ пек туйăннă. Анчах ун пек пулас çукки курăнсах тăнă, мĕншĕн тесен вĕсен çуртисем те петмен вĕт-ха.
Çапла нумай вăхăт иртнĕ, мĕн чул иртнине вĕсем хăйсем те пĕлмен. Том çапла каланă: «Питĕ хуллен, хуллен утас пулать, ăçта та пулин шыв тумлани илтĕнмест-ши, çавна итлесе пырас пулать, çăлкуçĕ шыраса тупмалла», — тенĕ.
Часах вĕсем чăнах та шăнкăртатса юхакан шыв шыраса тупнă, Том вара: «Çĕнĕрен ларса канма вăхăт çитрĕ», — тенĕ. Вĕсем иккĕшĕ те шутсăрах ывăнса çитнĕ пулас та, Бекки çапла каланă: «Эпĕ татах каятăп», — тенĕ. Анчах Том, ăна тĕлĕнтерсе: «Эпĕ каймастăп», — тенĕ. Вăл мĕншĕн каясшăн пулманнине Бекки ăнланса илме те пултарайман. Вĕсем ларнă. Том тăм татăкĕ илнĕ те çуртине хăйсене хирĕçле стена çумне çыпăçтарса лартнă. Вĕсене каллех шухăшсем пусса илнĕ, пĕр хушă вĕсем нимĕн те чĕнмесĕр ларнă. Бекки пуçласа сăмах хушнă.
— Том, манăн шутсăр çиес килет, — тенĕ. Том кĕсйинчен темĕш туртса кăларнă.
— Эсĕ астăватăн-и? — тесе ыйтнă вăл.
Бекки кăшт кулса илнĕ.
— Вăл пирĕн туй кукăлĕ, Том.
— Вăл пичке пысăкăш пулнă пулсан, питĕ аванччĕ, мĕншĕн тесен пирĕн урăх нимĕн те çук. Эпĕ çав кукăле пикник вăхăтĕнче пытарса хăвартăм. Кайран ăна, пер-пĕрне тĕлĕкре курас тесе, иксĕмĕрĕн минтер айне хурас, терĕм. Пысăк çынсем хăйсен туй кукăлĕпе яланах çапла туса хăтланаççĕ, анчах ку пирĕн юлашки кукăль пулать...
Бекки хăйĕн сăмахне пĕтĕмпех каласа та пĕтермен. Том кукăле икĕ пая валеçнĕ. Бекки хăй пайне юратсах çисе янă, анчах Томĕ хăйĕн пайне кăшт çеç çырткаласа пăхнă. Çапла хăналансан, çиелтен ĕçмелли те пулнă унта, — сивĕ шыв çителĕклех пулнă. Пăртак тăхтасан, Бекки малалла каяс тенĕ. Том ăна хирĕç нимĕн те чĕнмен, кайрантарахпа вара çапла каланă:
— Бекки, эпĕ мĕн калас тенине эсĕ итлеме пултаратăн-и?
Бекки шуралса кайнă, анчах çапах та итлеме пултаратăп пулмалла, тенĕ.
— Эппин, акă мĕн, Бекки: пирĕн çакăнтах юлмалла, кунта ĕçмелли шыв та пур... Акă пирĕн юлашки çурта татăкĕ.
Бекки хăйĕн куççульне юхма, хăйне хытă макăрма ирĕк панă. Том ăна хăй пĕлнĕ таран йăпатса хăтланнă, анчах вăл тăрăшни ахалех пулнă. Юлашкинчен Бекки:
— Том! — тесе чĕннĕ,
— Мĕн, Бекки?
— Вĕсем пирĕн çинчен астуса илсе шырама тухаççĕ-ши?
— Тухмасăр. Паллах, тухаççĕ.
— Тен, вĕсем пире халĕ те шыраççĕ пулĕ, Том?
— Тен, халĕ те шыраççĕ. Вăл тĕрĕсех ĕнтĕ.
— Эпир çуккине вĕсем ăçтан асăрхаççĕ-ха? Эсĕ мĕнле шухăшлатăн, Том?
— Пăрахут таврăнсан асăрхаççĕ пулĕ, тетĕп.
— Том, ун чухне питĕ тĕттĕм пулать пулĕ. Эпир пыманнине вĕсем кураççĕ-ши вара?
— Пĕлместĕп, ыттисем пурте киле таврăнсан, санăн аннӳ тӳрех ĕнтĕ халăха пăлхатать.
Беккин сăнĕ-питĕнче хăрани палăрса кайнă, ăна куçĕнчен пăхсан, Том хăй темĕн йăнăш каласа янине чухласа илнĕ. Беккин кĕçĕр хăйĕн юлташĕ патĕнче çĕр каçмалла пулнă вĕт-ха, ăна килте кĕтмеççĕ те вĕт. Ачасем калаçма пăрахнă та шухăша кайнă. Сасартăк Бекки каллех хытă макăрса янă, Том тинех çакна ăнланса илнĕ: хăйĕн пуçне пĕр шухăш пырса кĕнĕ пек, Беккин пуçне те çав хурланмалли шухăшах пырса кĕнĕ иккен. Вăл шухăш акă мĕнре пулнă: вырсарникун çурри иртсен тин миссис Тэчер хăйĕн Беккийĕ миссис Гарпер патĕнче çывăрманнине пĕлме пултарать. Ачасем юлашки çурта татакĕ çинчен куçне илмесĕр пăхса ларнă, вăл хуллен, нимĕн хĕрхенӳсер ирĕлсе пĕтсе пынине асăрхаса пăхнă. Юлашкинчен çурта çиппи пĕр çур дюйм тăршшĕ çеç тăрса юлнă; унăн начаркка çути пĕрре çӳлелле хăпарнă, тепре аннă, пĕрре çӳлелле хăпарнă, тепре аннă. Часах питех те хăрамалла сĕм-тĕттĕм пулса тăнă, ниçта та çутă пулман.
Бекки хăй Том ытамĕнче макăрнине астуса илнĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт иртнĕ-ши, вĕсенчен нихăшĕ те çавна калама пултарайман. Вĕсем çакна çеç пĕлнĕ; вăхăт питĕ нумай иртсен (хăйсене çапла туйăинă) вĕсем иккĕшĕ те ыйха кайса ним пĕлми пулнине хăйсем çинчен сирсе пăрахнă та хăйсене пырса тивне инкеке каллех туйма пуçланă. Халĕ вырсарникун, тен, тунтикун та пулĕ, тенĕ Том. Вăл Беккие сăмахлаттарма хăтланса пăхнă, анчах хĕрачана ытла та пысăк хуйхă пусса илнĕ; унăн мĕнпур ĕмĕчĕ те йăлтах сӳнсе ларнă. «Эпир çуккине тахçанах астумалла пулнă, халĕ ĕнтĕ, тен, пире шыраççĕ те пулĕ», — тесе каланă Том. — Эпĕ мĕнпур вăйпа кăшкăратăп, — кам та пулин илте те килĕ», — тенĕ. Вăл кăшкăрса янă; анчах тĕттĕмре сасă ян-ян! кайнисем питех те хăрамалла илтĕннĕ, çавăнпа вăл урăх кăшкăрса та пăхман.
Сехетсем иртне, çĕр тĕрмине лекнĕ ачасене каллех выçă аптратма пуçланă. Хăйне тивнĕ çур тӳперен Томăн пĕр татăк выртса юлнă: вĕсем ăна валеçнĕ те çисе янă. Анчах, ăна çисессĕн, вĕсен хырăмĕсем тата хытăрах выçнă пек туйăнса кайнă. Кăшт кăна çини хăйсен хырăмĕнчен тăрăхланă пек çеç пулнă.
Пĕр хушă иртсен, Том çапла каланă:
— Ш-ш-ш... Эсĕ илтрĕн-и? — тенĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те сывлама чарăнса итлеме пуçланă. Такам таçта инçетре, инçетре кăшкăрнă пек туйăннă. Том çавăнтах хирĕç кăшкăрнă та, Беккие алăран тытса, коридор тăрăх çав еннелле хыпашласа кайма пуçланă. Унтан вăл каллех чарăнса тăнă: сасă каллех илтĕнсе кайнă, çывăхрах илтеннĕ пек туйăннă.
— Вĕсем кăшкăраççĕ! — тенĕ Том. — Кунталла килеççĕ! Атя, Бекки, ан хăра, халĕ пурте лайăх пырать.
Тыткăна лекнескерсем хĕпĕртесе хаваслансах кайнă. Анчах вĕсем чупма пултарайман, мĕншĕн тесен кашни утăмрах анса каймалли тарăн шăтăксем тĕл пулнă, çавăнпа сыхланса утмалла пулнă. Часах вĕсем пĕр çавăн пек шăтăк патне пырса тăнă та пĕр утăм та малалла кайма пултарайман. Шăтăкĕ виçĕ фут тарăнăш та, çĕр фут тарăнăш та пулма пултарнă, — кирек менле пулсан та, ун урлă каçма май килмен. Том хырăме çине выртнă та хăй мĕн чул пултарнă таран аялалла карăнса пăхнă. Шăтăкăн тĕпĕ палăрман... Пăхса кĕтсе тăрас пулать ĕнтĕ хăйсене илме киличчен. Вĕсем итлесе тăнă, анчах сасăсем хуллентерех те инçетерех илтĕнме пуçланă. Татах темиçе самантран вĕсем йăлтах та илтĕнме пăрахна. Ах, мĕнле шел, мĕнле кичем пулса кайнă. Том хăйĕн сасси урмăшса кайичченех кăшкăртă, анчах ăна никам та хирĕç чĕнекен пулман. Çапах та вăл Беккие шанчăк пама тăрăшнă, анчах, вĕсем пĕр ĕмĕр хушшиех пăшăрханса кетсе тăрсан та, сасăсем урăх илтĕнмен.
Ачасем хыпашласа хăйсен шывĕ патне утса çитнĕ. Питех те кетсе ывăнмалла сехет хыççăн сехет тăсăлса пынă. Вĕсем каллех çывăрса кайнă та, выçăскерсем, пĕтĕмпех хуйхă пусса çитернĕскерсем, вăранса кайнă. Халĕ ĕнтĕ ытларикун пулĕ тесе шутланă Том.
Сасартăк унăн пуçне пĕр шухăш кĕрех кайнă. Çывăхра айккинелле кайма темиçе коридор та пулнă. Ахаль ĕçсĕр аптраса лариччен çавсене йĕрлесе пăхса çӳресси лайăхрах мар-ши? Вăл кĕсйинчен хут çĕленĕн кантрине туртса кăларнă, ăна чул сăрт тĕпекĕнчен кăкарса лартнă та Беккипе пĕрле çула тухса кайнă, утнă майĕпе çăмхине сӳтсе пынă. Анчах пĕр çирĕм утăм яхăн кайсанах каридор пĕтсе ларнă; унăн вĕçĕнче тарăн шăтăкалла сикмелли лаптăк пекки пулнă. Том чĕркуçленсе ларнă та аялалла анса каякан стенана тепчесе пăхма пуçланă, унтан хăйĕн алли çитнĕ таран кĕтес хыçĕнчи стенана хыпашлама тапратнă, унтан пăртак сылтăмалларах карăнса пăхнă та, çав самантра вара пĕр çирĕм ярдра çеç тенĕ пек чул сăрт кĕтесси хыçĕнчен çурта тытнă алă курăнса кайнă. Том хĕпĕртесе кăшкăрса янă, анчах алă хыççăн çыннин кĕлетки те тухса тăнă, вăл Джо индеец пулнă. Том хăраса хытсах кайнă, ни аллине, ни урине те тапратма пултарайман; «испанец» çав минутрах сиккипе яра парса, часах куçран çухалнă, уншăн Том шутсăрах хĕпĕртесе кайнă. Джо ман сасса епле палласа илеймерĕ-ши, судра каласа кăтартнăшăн вăл епле-ха мана çапса пăрахмарĕ-ши тесе, питех тĕлĕннĕ Том. Анчах унăн сасси ян кайса улшăннă пулмалла. Çавăнпа çеç вăл мана паллаймарĕ, тенĕ арçын ача хăйне хăй. Сехри хăпнипе унăн ӳтĕнчи кашни мускулĕ вăйсăрланса кайнă, хăйне хăй вăл çапла каланă: «Каялла, çăлкуç шывĕ патне, таврăнма вăй çитет пулсан, эпĕ вара çавăнтах юлатăп, урăх çĕре ниçта та каймастăп, çав Джо индеецпа каллех тел пулас марччĕ», — тенĕ.
Вăл хăй мĕн курнине Беккирен пытарнă. «Ахаль çес кăшкăртăм», — тенĕ вăл ăна.
Анчах хырăм выççийĕ тата нимăне пĕлмесĕр асап тӳссе ларасси вăл сехре хăпса хăтланнисенчен те усалтарах. Вĕсем çăлкуç патĕнче хуйхăрса ларнă та унтан ыйхăласа кайнă, кайран нумайччен çывăрнă — çакă вара вĕсен шухăшĕсене те улăштарса янă. Питĕ çиес килекен пулнипе вĕсем вăранса кайнă. «Халь ĕнтĕ юнкун е кĕçнерникун, тен, эрнекун е шăматкун та пулĕ, — тесе шутланă Том, — шыракансем те, шыраса тупас çук тесе, пирĕн çине алăпа çеç сулчĕç пулĕ», — тенĕ. Вăл тепĕр коридора тĕпчесе пăхма сĕннĕ. Хăть те мĕн хăрамалли пулсан та, вăл çапах кайса çӳреме хатĕр пулнă, Джо индееца тĕл пулассинчен те хăрама пăрахнă. Анчах Бекки питĕ вăйсăрланса çитнĕ. Вăл ĕнтĕркесе питех салхуллăн ларнă, вырăнтан тапранасшăн та пулман. «Эпĕ хам ăçта ларнă çĕртех ларса юлатăп, вилĕм килессине кĕтетĕп, вăл çитесси инçех мар ĕнтĕ, — тенĕ вăл. — Эсĕ каяс тетĕн пулсан, кантра ил те кай, анчах эпĕ сана манпала сăмахламашкăн час-часах киле-киле кайма йăлăнатăп, санран та сăмах илетĕп: хăрушă минут килсе çитсен, эсĕ ман патра лар, пурте пĕтичченех мана алăран тытса лар», — тенĕ.
Том ăна чуптуса илнĕ, çавăн чухне ăна хăйне такам пыртан пăвса лартнă пекех пулнă. Вăл çĕр айĕнчи шăтăкран тухмалли вырăн шыраса тупма е тата хăйсене шыракансене тĕл пулма ĕмĕтленессине пăрахман пек пулнă. Хăй аллине вăл хут çĕленĕн кантрипе илнĕ те, пĕр коридорĕ тăрăх хыпашласа, тăватă уран упаленсе аялалла анма пуçланă, хăйне хырăм выççнйĕ тата çывхаракан вилĕм çинчен шухăшлани аптăратса çитернĕ.
32-мĕш сыпăк. «Тухăр! Тупăнчĕç!»
Акă ытларикун та çитрĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăнхи сехетсем иртнĕ хыççăн кун каç енне сулăнчĕ. Пĕчĕк хула Санкт-Петербург халĕ те траурлă-ха: çухалнă ачасем тупăнман-ха. Вĕсем çăлăнччăр тесе, чиркӳсенче молебен тутараççĕ. Уйрăм кĕлĕсем те пĕлĕт патнелле сахалах мар хăпараççĕ, кĕлтаваканĕсем вăл кĕлĕсене хăйсен пĕтĕм чунне хурса кĕлтăваççĕ, çĕр айăнчи шăтăк ăшĕнчен ĕлĕкхи пек савăнăçлă хыпарсем килмеççĕ. Шыраканĕсем нумайăшĕ шырама пăрахнă та хăйсен яланхи ĕçĕсем патне таврăннă, паллах, ачасем тупăнас çук ĕнтĕ, тесе шутланă вĕсем.
Миссис Тэчер питех чирлĕ, çурри ытла вăл аташсах выртать. Ăна курнă çынсем çапла калаççĕ: «Вăл хăйĕн хĕрачине чĕнсе пуçне çĕклет те пер минут хушши итлесе тăрать, унтан, йывăррăн йынăшса илсе, пуçне минтер çинелле хурать», — теççĕ. Полли мăнаккăшĕ питĕ пысăк хуйха ӳкпĕ, унăн кăвак çӳçĕ йăлтах шуралса кайнă пек пулнă. Ытларикун каçхине пĕтĕм хула ниме ĕмĕтленмесĕр, салхуллăн ыйха путнă.
Çĕр варринче кĕтмен çĕртен хулари чиркӳ ухмаха ернĕ пекех танкăлтаттарни илтĕнсе кайнă. Пĕр самантрах вара урамсене ухмах пек çӳрекен тумланнă-тумланман çынсем тухса тулнă. Вĕсем: «Тухăр! Тухăр! Тупăнчĕç! Тупăнчĕç!» — тесе çухăрнă. Тимĕр çатмасемпе чанкăртаттарнă, тӳттӳрутсем кăшкăртнă. Пĕтĕм халăх ушкăнĕпе шыв хĕрринелле Томпа Беккие хирĕç чупнă, вĕсене хулари çынсем уçă кӳме çине лартса, хытă кăшкăрса хăйсем туртса пынă. Ушкăн кӳмене хупăрласа илнĕ, пĕрле пыракансемпе пĕрлешнĕ те пĕрмай «ура» кăшкăрса аслă урам тăрăх чаплăн утнă.
Иллюминаци çутса янă. Çывăрма никам та выртман. Хăйĕн мĕнпур ĕмĕрĕ тăршшĕнче те хула çавăн пек чаплă çĕр курман. Пĕр çур сехет хушшинче Тэчер судья килне хулари çынсем пурте тенĕ пекех пырса тухса кайнă.. Вĕсем çăлăннă ачасене ыталаса ачашланă та вĕсене чуптунă, миссис Тэчера алă панă, сăмахлама хăтланнă. Анчах вĕсем сăмахлама пултарайман, пĕтĕм кил-çурта куççуль юхтарса тултарнă.
Полли мăнаккăшĕ шутсăрах хавасланнă, миссис Тэчер та çавнашкалах хĕпĕртенĕ. Çĕр айĕнчи шăтăк патнелле чуптарнă çын, миссис Тэчерăн упăшки патне çитсе, ăна савăнăçлă хыпар пĕлтерме ĕлкĕрнĕ пулсан, миссис Тэчер пĕтĕмĕшпех телейлĕ пулнă пулĕччĕ.
Том диван çинче выртать, вăл хăйне питĕ тăнласа итлекен çынсене хăйсем тĕлĕнмелле мыскара курни çинчен каласа кăтартать. Сăмах хитререх тухмашкăн палăрмалларах эпизодсем те сахалах мар хăйĕнчен шухăшласа кăларса хушса калать вăл. Юлашкинчен вăл хăй Беккие пăрахса хăварса разведкăна кайни çинчен те каласа кăтартрĕ: хăй икĕ галерея витĕр тухни çинчен, хăйĕн кантри мĕн чул çитнĕ таран виççемĕш галерея тăрăх кайни çинчен каларĕ. Унăн кантра çăмхийĕ йăлт вĕçне çитичченех сӳтĕлсе пĕтнĕ те, вăл ĕнтĕ каялла таврăнас тесе тăнă-мĕн. Сасартăк инçетре хĕвел çути пек çутă курах кайнă, вăл кантрана пăрахнă та алăпа хыпашласах çавăнталла кайма пуçланă, унтан пуçĕпе хулпуççийĕсене пĕр пысăках мар шăтăк ăшне чиксе пăхнă та, хăй умĕнче аслă Миссисипи шывĕ юхса выртнине курах кайнă. Шухăшласа пăхăр-ха, çĕрле пулнă пулсан, вăл çутă йăлтăртатнийĕ курас та çукчĕ, галерея вĕçнех çитсе пăхас шухăш та унăн пуçне кĕрес çукчĕ. Унтан вăл савăнăçлă хыпарпа Бекки патне епле таврăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл таврăнсан, Бекки ăна çапла каланă: «Эсĕ çавăн пек пустуй япаласемпе ман çума ан çыпçăн-ха, мĕншĕн тесен эпĕ ывăннă, эпĕ хам часах вилессине пĕлсе тăратăп, çавăншăн эпĕ хĕпĕртетĕп», — тенĕ. Том ăна епле çавăрса хăтланни çинчен, тата, çутă кăвак кун çутине курсан, Бекки хĕпĕртенипе кăштах вилсе кайманни çинчен каласа кăтартрĕ. Хăй тăвăр шăтăк витĕр епле тапаланса тухни çинчен, унтан Беккие пулăшни çинчен каларĕ: хăйсем çĕр çине ларса хĕпĕртенипе макăрса яни çинчен те каларĕ. Çав вăхăтрах вĕсем патĕнчен темĕнле çынсем кимĕпе ишсе иртсе каяççĕ-мĕн. Том вĕсене чĕнсе илнĕ: «Эпир çакăнта çер айĕнчи шăтăк ăшĕнчен тухрăмăр, пирĕн шутсăрах çиес килет», — тенĕ.
Çынсем малтан ĕненмен, мĕншĕн тесан ун пек ниепле те пулма пултараймасть, тенĕ вĕсем: «Эсĕр халĕ ларакан вырăн çĕр айĕнчи шăтăк ăшнелле кĕрсе каймалли вырăнтан пилĕк миля анатарах-çке», — тенĕ. Унтан çынсем çапах та ачасене кимĕ çине лартнă та пĕр çурта илсе кайнă, каçхи апат çитернĕ, икĕ-виçĕ сехет кантарнă та унтан килне леçсе хăварнă.
Тул çутăличчен Тэчер судьяна тата ăна пулăшса çӳренĕ çынсене çĕр айĕнчи шăтăк ăшĕнчен кантрасемпе туртса кăларчĕç те (вĕсем унта кантрасемпе çыхăнса ларнă пулнă-мĕн) вĕсене савăнăçлă хыпар каласа кăтартрĕç.
Виçĕ кун та виçĕ каç ывăнса, выçса пурăнни ахаль иртсе кайма пултарайман, ăна Томпа Бекки часах туйрĕç. Юнкун кунĕпех тата кĕçнерникунне те вĕсем вырăн çинче выртсах ирттерчĕç, выртнăçемĕн вĕсене тата хытăрах ывăннă пек туйăнчĕ. Том кĕçнерникунне тăрса çӳрекелеме пуçларĕ, эрнекун хула тăрăх çӳреме тухса кайрĕ, шăматкун вара вăл маттурах пулчĕ теме пулать. Анчах Беккийĕ вырсарникунчченех пӳлемрен тухмарĕ, кайран тухсассăн та, вăл йывăр чирпе чирлесе выртнă сăнлăн туйăнчĕ.
Гек чирлени çинчен илтсенех, Том эрнекунах ăна курма тесе кайрĕ. Анчах ăна чирлекен патне вăл кунне те, шăматкун та, вырсарникун та кĕртмерĕç. Кайран вара ăна кашни кунах кĕртме пуçларĕç, çапах çĕр айĕнчи шăтăкра мĕн пулни çинчен калама хушмарĕç, чĕрене хумхатса яма пултаракан темăсене те тивме хушмарĕç. Вĕсем сăмахланă чухне тăлăх арăм Дуглас яланах унта пулчĕ, Том ан калаçтăр тесе, вăл яланах ăна астуса тăчĕ. Кардиф тăвĕ çинче мĕн пулса иртни çинчен Том хăйĕн килйышĕнчен те илтрĕ. Çавăн пекех ăна пĕр çапкаланчăкăн виллине пристань патĕнче, шыв ăшĕнче, тупни çинчен те каласа кăтартрĕç: хăвалакансенчен тарса хăтăлма хăтланса, вăл шыва анса кайнă пулмалла.
Çĕр айĕнчи шăтăкран хăтăлса тухсан, пĕр икĕ эрнерен Том Гека курма кайрĕ. Çав вăхăталла Гек çителĕклех вăй илсе çитнĕччĕ, кирек мĕн çинчен те калаçма пултаратчĕ, ытлашши хумханса кайнипе тем пуласран та хăрамаллах марччĕ ĕнтĕ. Судьян çурчĕ çул çинче пулнă майĕпе Том унта Беккие курма та кĕчĕ. Судьяпа унăн паллакан çыннисем Тома сăмахлаттарма пуçларĕç, тахăшĕ вара шӳт туса: «Санăн çĕр айĕнчи шăтăка татах кайса курас килмест-и?» — тесе ыйтрĕ. Том çапла каларĕ: «Ия, эпĕ халех те кайма хатĕр», — терĕ.
— Эпĕ сан хыççăн каяс текеннисем татах тупăнасси тĕлĕшпе пĕрре те иккĕленместĕп, Том, — терĕ судья, — анчах эпир вĕсене май тупрăмăр. Халĕ ĕнтĕ çав çĕр айĕнчи шăтăкра никам та, нихçан та текех аташса каяс çук.
— Мĕнле апла? Ма?
— Мĕншĕн тесен эпĕ, икĕ эрне пулать ĕнтĕ, алăкне листаллă тимĕр тыттартăм та виçĕ çăрапа питĕрсе ларттартăм. Уççийĕсем ман алăра.
Том шурă пир пекех шуралса кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, ача? Эй, кам та пулин кунта килĕр, пĕр стакан шыв парăр!
Шыв илсе килчĕç. Тома питĕнчен сирпĕтрĕç.
— Ну, вăт, халĕ ĕнтĕ иртсе кайрĕ. Мĕн пулчĕ вара сана, Том?
— Ох, судья, унта, çĕр айĕнчи шăтăкра... Джо индеец!
33-мĕш сыпăк. Джо индеец пурнăçăн юлашки кунĕсем
Пилĕк минут хушшинче çĕнĕ хыпар пĕтĕм хулана сарăлчĕ. Пăртак тăрсан, вуникĕ кимĕ, çынсем тиесе, Мак-Дугал шăтăкĕ патнелле кайрĕ. Вĕсем хыççăн туп-тулли пассажир тиесе пăрахучĕ те шурĕ. Том Сойер Тэчер судьяпа пĕрле пĕр киме çинче пычĕ. Алăка уçса ярсанах, пырса çитнĕ çынсем çĕр айĕнчи шăтăк тĕттĕмлĕхĕнче хурлăхлă япала курчĕç. Çер çинче Джо индеец вилли выртать, унăн куçĕсем юлашки минут çитичченех çутăшăн тата ирĕклĕ тĕнчери савăнăçа курасшăн çуннă пек; вăл хăй питне алăк çурăкĕ çумне тĕршĕнтернĕ. Томăн кăмăлĕ çемçелсе кайрĕ, мĕншĕн тесен вăл çав мĕскĕн çын мĕнле хĕн-хур тӳссе ирттернине хăйĕн опычĕ тăрăхах аван пĕлсе тăчĕ. Вăл хĕрхенме пуçларĕ, анчах çав вăхăтрах тата ăна шутсăрах çăмăллăн туйăнса кайрĕ. Хăй çав юн юхтаракан усал çын çинчен судра каласа кăтартнăранпа вăл яланах хăраса çӳретчĕ, хăраса çӳресси хăйшĕн йĕпле йывăр пулнине вăл халĕ çеç чăнипех ăнланса илчĕ.
Хăйпе юнашарах метисăн кукăр çĕççийĕ выртать, вăл çурмалла хуçăлса кайнă. Алăкăн аялти урлă хунă хулăн хăмине пĕтĕмпех çав çĕçĕпе касса, турпасласа пĕтернĕ. Анчах тăрăшса хăтланни ахалех пулнă, мĕншĕн тесен тул енчен чул тухса тăрса алăк сулли пек пулса выртнă, çав хытă япалана çĕçĕ те çĕнтерме пултарайман. Унта кам та пулин сиен курнă пулсан та, чулĕ мар, çĕççи сиен курнă. Çав чул картласа тăман пулин те, çапах метис хăтланни сая каятчĕ, мĕншĕн тесен вăл, урлă хăмана çĕçĕпе касса пĕтерес пулсан та, алăк айĕпе хĕсĕнсе тухма пултарас çукчĕ, — вăл ăна хăй те аванах пĕлнĕ. Çавăнпа та мĕскĕн çын мĕн те пулин тăвас тесе çеç, кичеммĕн иртекен вăхăта епле те пулин ирттерес, ывăнса çитнĕ ăспуçа мĕн çинчен те пулин шухăшлаттарас тесе çеç йывăçа касса хăтланнă. Çĕр айĕнчи шăтăкăн малти пайĕнче стена çурăкĕнче яланах пĕр пилĕк-ултă яшка çăвĕнчен тунă çурта тĕпĕсем пулнă, вĕсене унта туристсем чике-чике хăварнă. Анчах халĕ пĕр çурта юлашки те пулмăн. Тĕрмене пырса хупăннă çын вĕсене шыраса тупса çисе янă. Вăл темиçе çара çерçи чееленсе тытма пултарнă та, вĕсене те çăтса янă, вĕсен чĕрнисене çеç пăрахса хăварна. Мĕскĕнскер выçă вилĕмĕпех вилсе кайнă. Унтан инçетрех мар ерипен çĕр çинчен çӳлелле сталагмит ӳссе хăпарнă, вăл хăй тĕлĕнче çакăнса тăракан сталактит çинчен нумай ĕмĕр хушши шыв тумламĕсем тумласа тăнипе пулнă. Тĕрмене пырса лекнĕ çын сталагмит тăррине катса илнĕ те унăн хуçăкĕ çине чул хунă, хаклă шыв тумламĕсене пуçтармашкăн чул çине пĕчĕк лапчăк алтнă, çав тумламсем сехет маятникĕнни пек салху йĕркелĕхпе кашни çирĕм минутра тумласа тăнă. Çирĕм тăватă сехет хушшинчен вара çапла пĕр дессерт кашăкĕ чухлĕ шыв пуçтарнă. Тройăна çĕмĕрсе пĕтернĕ чухне те, Рим хули никĕсне хунă чухне те, Христоса пăталанă чухне те, вăрçса илекен Вильгельм Британи империне пуçтарнă чухне те, Колумб тинĕселле тухса кайнă чухне те, Лексингтон патĕнчи çапăçу çĕнĕ хыпар пулса тăнă [[I,580]], пирамидăна тунă вăхăтрах çав тумламсем тумласа тăнă. Вĕсем халĕ те тумласа тăраççĕ, малашне те, эпĕ халĕ асăннă ĕçсем халапсем ăшне путса пĕтĕмпех манăçа тухсан та, çав тумламсем тумласа тăрĕç. Нивушлĕ çав ӳпреллĕ этемĕн ăшĕ çуннине хăй вăхăтĕнче кантармашкăн çеç çав тумлам пилĕк пин çул хушши тӳсĕмлĕн патлатса ӳксе тăнă пулĕ? Çитес вунă пин çул хушшинче пурнăçа кĕртмешкĕн урăхларах пысăк тĕллев пур-ши?
Çаксем пурте ĕç çукран килсе кĕрекен ыйтусем вĕсем. Телейсĕр метис хаклă тумламсене пуçтарма чул çинче лаптăк тунăранпа нумай, нумай çул иртнĕ ĕнтĕ. Ăнчах ку таранччен те Мак-Дугал шăтăкĕнчи тĕлĕнмелли япаласене курма пыракан турист, пуринчен ытларах çав хурлăхлă чул патĕнче чарăнса, хуллен тумлакан тумламсене пăхса тăрать. Çĕр айĕнчи шăтăкри чи палăракан япаласем хушшинче «Джо индеецăн чашки» пирвайхи вырăн йышăнса тăрать. «Аладдин дворецĕ» те иккĕмĕш вырăна кайса тăнă.
Джо индееца çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли вырăнтан инçех мар алтса пытарчĕç. Ăна пытармашкăн таврари пур ялсемпе фермăсенчен те халăх çич çухрăмранах пуçтарăнчĕ; пурте вĕсем кимĕсемпе, фургонсемпе пычĕç. Фермерсем хăйсемпе пĕрле ачисене тата çимеллипе ĕçмелли те илсе пычĕç, кайран вĕсем çапла каларĕç: «Метиса пытарнине пăхса, эпир ăна çакса вĕлернине пăхса киленес чухлех килентĕмĕр пулĕ», — терĕç. Метиса пытарни пĕрмаях ӳссе пыракан пĕр ĕçе пĕтерсе хучĕ: Джо индееца каçармашкăн штат губернаторĕ патне петици тăратас ĕçе чарса лартрĕç. Петици айне питĕ нумай çын алă пуснă. Çавăн пирки темиçе митинг та пулса иртрĕ, унта хĕрӳллĕ сăмахсем каларĕç, куççульсем питĕ нумай юхтарчĕç. Çинех тăракан хĕрарăмсенчен комитет пулса тăчĕ, вĕсем траурлă тумтирсем тăхăнса губернатор патне каяс та унăн умĕнче макăрса кăмăлне çемĕçтерес, вăл ырă кăмăллă ашак пултăр, хăй тумалли ĕçе урипе таптаса хутăр тесе, йăлăнса тархаслас, терĕç. Джо индееца хулари пилĕк çынна вĕлернĕ тесе айăпланă, анчах мĕнех-ха вара вăл. Вăл чĕрĕ шуйттан пулас пулсан та, ăна каçарттармалли петици çине алă пусма тата хăйсен нумай шывлă запасĕсенчен çав петици çине куççуль тумламĕсем тумлатма хатĕр пулакан тăмсайсем çителĕклех тупăнаççĕ пулĕ.
Метиса пытарсан тепĕр кунне Том Гека, пысăк ĕçсем çинчен калаçса пăхмашкăн, çын çук çĕре ертсе кайрĕ. Çав вăхăталла Том мĕн курнисем çинчен Гек валлиецран тата тăлăх арăм Дугласран тĕпĕ-йĕрĕпех илтнĕ. Анчах, Том сăмахĕ тăрăх, вĕсем ăна пĕр япала çинчен, унăн çывăх тусĕ çинчен каласа паман, унăн хăйĕн тусĕпе çавăн çинчен калаçса пăхас килнĕ. Гек сăнĕ-пичĕ салхуланчĕ.
— Эпĕ пĕлетĕп мĕн пулнине, — терĕ Гек — Эсĕ «иккĕмĕш номерте» пулнă та унта нимĕн те тупман... пер виски çеç тупнă. Çавăнта эсĕ кайса çӳренĕ тесе мана никам та каламарĕ, çав виски тĕлĕшпе пулнă истори çинчен илтсенех, эпĕ хамах чухласа илтĕм. Эсĕ укçасене кăларса килейменнине эпĕ тӳрех тавçăрса илтĕм, ахаллĕн эсĕ ман пата та кĕрсе çав хыпара пĕлтерме май тупаттăнч-чĕ, — урăх никама та мар, мана çеç калаттăнччĕ. Çав пытарса хунă укçа пирĕн алла кĕрес çук тесе, Том мана яланах темĕн систерсе тăратчĕ.
— Мĕн эсĕ, Гек? Таверна хуçи çинчен каласа пĕлтерекенни эпĕ мар. Эсĕ пĕлетĕн вĕт, шăматкун эпир пикника кайнă чухне тавернăра пурте чиперех пулнă. Санăн çĕрле унта хурал тăмалла пулнине эсĕ астумастăн-и вара?
— Астумасăр, астăватăп ĕнтĕ. Анчах пĕлетĕн-и, çавăн хыççăн халĕ мана пĕр çулталăка яхăн иртнĕ пек туйăнать. Çав Джо индеец хыççăн кайса, ăна тăлăх арăмăн çурчĕ патнех йĕрлесе çитнĕ каç пулнăччĕ...
— Ăна эсĕ йĕрлесе тутарăн-и вара?
— Ия. Анчах ун çинчен пĕр сăмах та ан шарла! Эпĕ унăн юлташĕсем юлнах пулĕ, тетĕп. Мана тавăрас тесе, вĕсем мĕнле те пулин ирсĕр ĕç ан туччăр. Эпĕ мар пулсан, халь вăл Техасра пулатчĕ, нимĕн туман пекех вĕçтеретчĕ.
Гек вара никама та каламалла марри çичен хытă систерсе хăй мĕн курнисене пурне те каласа кăтартрĕ. Том ку таранччен çавăн пĕр пайне çеç — валлиец мĕн пĕллине çеç — илтнĕ иккен.
— Ăнлантăн-и, — терĕ Гек юлашкинчен, халапăн чи пысăк теми патне таврăнса, — «иккĕмĕш номертен» виски çĕкленĕ çынсем укçине те кăларса кайнă. Кирек мĕнле пулсан та, пирĕн ĕç пĕтнех ĕнтĕ, Том.
— Гек, çав укçа «иккĕмĕш «номерте» нихçан та пулман.
— Мĕн? — Гек хăй юлташне питенчен шăтарас пекех пăхса илчĕ.
— Том, эсĕ каллех çав укçа йĕрне тупрăн-и-мĕн?
— Гек вăл укçа çĕр айĕнчи шăтăкра. Гекăн куçĕсем çуталса кайрĕç.
— Ху мĕн каланине тепĕр хут кала-ха, Том.
— Гек, вăл укçа çĕр айĕнчи шăтăкра.
— Том, чăннипе кала, çавна эсĕ нимĕн кулмасăр-тумасăрах калатăн-и е шӳт тăватăн-и?
— Нимĕн кулмасăрах калатăп. Гек... Эпĕ ĕмĕрте те çакăн пек пĕрре кулмасăр урăх нихçан та каламан. Санăн манпа пĕрле çавăнта каяс килет-и, мана çав укçана илме пулăшас килет-и?
— Пырас килмесĕр. Паллах, пыратăп! Ниçта аташса каймасăр çавăнта лекме пултаратпăр пулсан, пыратăпах.
— Гек, эпир нименрен те хăрамасăр çавăнта хăюллăнах кайса кĕме пултаратпăр.
— Пите аван! Анчах эсĕ ма апла шухăшлатăн-ха, укçи çавăнта...
— Тăхта, Гек, эпир çавăнта çитиччен. Эпир укçине тупмастпăр пулсан, сана эпĕ хамăн параппана тата хамăн мĕн пуррине йăлтах паратăп. Туршăн та, ан иккĕлен, паратăп!
— Юрĕ, пырать! Хăçан каймалла тетĕн эсĕ?
— Халĕ кайсан та юрать, хăван каяс килет пулсан. Санăн вăй çитет-и?
— Унта шалалла тарăн анмалла-и? Эпĕ ура çинче çӳреме пуçлани виçĕ е тăватă кун ĕнтĕ. Анчах эпĕ пĕр мильăран ытла кайма пултарас çук, Том, — кайма пултарас çук тесе шутлатăп эпĕ.
— Урăх çыннăн кирек камăн та пилĕк миля каймалла пулатчĕ, анчах эпĕ сана чи кĕске çулпа илсе каятăп, вăл çула мансăр пуçне урăх никам та пĕлмест. Эпĕ сана унта кимĕпе илсе каятăп. Гек, кĕрсе каймалли вырăн патнех çитеретĕп... унталла та, кунталла та хам ишетĕп, — эсĕ пӳрнӳне те тапратмастăн.
— Халех каяр, Том!
— Питĕ аван! Пирĕн çăкăрпа аш тата чĕлĕмсем илмелле пулать, пушă михĕ те кирлĕ, хут çĕлен кантрисене те пĕр ик-виçĕ çăмха илер, çав çĕнĕрен шухăшласа кăларнă япаласене, кӳкĕрт шăрпăкĕсене те — пĕтĕмĕшпех илер. Çавăнта, çĕр айĕнчи шăтăкра, ларнă чухне çав шăрпăксем хам çумра пулманшăн эпĕ темиçе хут та кулянтăм.
Кăнтăрла иртсен часах ачасем, пĕр çын килте çуккине кура, унăн пĕчĕк киммине кивçен илчĕç те тӳрех çула тухса кайрĕç. Çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли вырăнтан темиçе миля кайсанах, Том çапла каларĕ.
— Çĕр айĕнчи шăтăка кĕмелли айлăм патĕнчен анаталла каякан чăнкă сăрт хĕррине куратăн-и? Вăл яка та тикĕс пек туйăнать: ни кил-çурт таврашĕ, ни вутă склачĕсем те çук унта, тĕмĕсем çеç, вĕсем те пĕр йышшискерсем. Анчах ав çавăнта, ишĕлнĕ çĕрте, шурă тĕс куратăн-и? Çавна эпĕ паллă тунă. Атя, тухар!
Вĕсем çыран хĕррине тухрĕç.
— Ак çакăнтан, эпир тăна çĕртен, Гек, эпĕ тухса килнĕ шăтăк анине эсĕ нимĕн карăнмасăрах вăлта хуллипе тĕртме пултаратăн. Шыраса туп-ха вăл ăçтине.
Гек йĕри-тавра йăлтах шыраса çаврăнчĕ те нимĕн те тупмарĕ. Том мухтанса сумах чăтлăхĕ ăшнех кĕрсе кайрĕ.
— Акă вăл! Пăхса савăн, Гек! Ку çак таврашсенчи чи авантарах шăтăк. Асту, никама та ан шарла! Тахçантанпах эпĕ вăрă-хураха каяс тесе пурăнатăп, анчах çакăн пек кĕрсе çӳремелли шăтăк çукчĕ, тавраран кайса çаврăнса çӳресси кичем пек туйăнать. Халĕ ĕнтĕ ку шăтăк — пирĕн, кунта эпир никама та кĕртместпĕр. Джо Гарперпа Бен Роджерса анчах кертетпĕр, мĕншĕн тесен пирĕн шайкка пулмалла вĕт. Иккĕн çеç пулсан, мĕнле вăрă-хурах пулать вара! Том Сойерăн шайкки — питех аван вĕт ку сăмахсем, Гек?
— Ия, Том, питĕ аван. Кама çаратăпăр-ха эпир?
— Э, кам тĕл пулать, çавна. Иртен-çӳрен çынсене, — вăрă-хурахсем яланах çапла хăтланаççĕ.
— Вĕсене вĕлермелле те-и?
— Çук яланах вĕлермелле мар. Вĕсене луччĕ, тӳлевне тӳлесе татиччен, çĕр айĕнчи шăтăкра усрамалла.
— Тӳлевĕ мĕн вăл?
— Укçа. Эсĕ тыткăна лекнĕ çынна хăй тусĕсенчен укçа пухма хушатăн, вăл мĕн чухле пуçтарма пултарать унта. Тусĕсем çулталăк хушшинче тӳлевне татмасан, вара эсĕ ăна вĕлеретĕн. Вăрă-хурахсен йĕрки çавăн пек. Анчах хĕрарăмсене вĕлерме юрамасть. Вĕсене çăраççипе питĕрсе хураççĕ. Хĕрарăмсем вĕсем яланах питĕ хитрескерсем те пуянскерсем тата шутсăр хăраканскерсем пулаççĕ. Эсĕ весенчен сехечĕсене, хаклă йышши япалисене илетĕн. Анчах вĕсемпе калаçнă чухне яланах çепĕç те шлепкене хывса калаçмалла. Вăрă-хурах таврашĕ вăл — çĕр çинче чи çепĕç халăх, ун çинчен эсĕ кашни кĕнекерех вулама пултаратăн. Хĕрарăмсем пĕр виç-тăва-тă кунтан сана юратма пуçлаççĕ. Çĕр айĕнчи шăтăкра пĕр-икĕ эрне ларкалаççĕ те кайран вара макăрма та пăрахаççĕ, юлашкинчен вĕсене çав шăтăкран хăваласа та кăлараймăн: вĕсене аяккалла илсе каятăн — вĕсем унта каяллах пыраççĕ. Пур кĕнеке çинче те çапла çырнă.
— Ара, вăл питех те аван вĕт, Том! Вăл пират пулассинчен те авантарах пулĕ, тен.
— Ия, авантарах çав... нумай енчен авантарах — кил те çывăхрах тата... цирка кайса килме те пулать... тата урăххи те...
Çав вăхăтра ачасем кимĕ çинчен пур япалисене те йăтса пĕтерчĕç те çĕр айĕнчи шăтăк ăшне кĕрсе кайрĕç. Том малта пычĕ. Вĕсем туннелĕн тепĕр вĕçне çитрĕç, хăйсен кантрисене чул сăрт тĕпекĕнчен кăкарчĕç те малалла кайрĕç. Тăват-пилĕк утăмран вĕсем çăлкуçĕ патне пырса тухрĕç, Том вара хăйĕн пĕтĕм çанçурăмĕ сăрăлтатса кайнине туйса илчĕ. Вăл Гека стена çумĕнчех тăм купи çинче юлнă çурта тĕпне кăтартрĕ, сӳнсе пыракан çурта çутине хăйсем Беккипе иккĕшĕ епле астуса ларни çинчен те каласа пачĕ.
Хуллен-хулленех вĕсем пăшăлтатсах калаçма пуçларĕç: вĕсене шăплăхпа тĕттĕмлĕх пусса тăчĕ. Вĕсем малаллах кайрĕç, анчах часах тепĕр коридоралла пăрăнчĕç, вара «Вилмелли сикĕм» лаптăкĕ патне çитичченех утрĕç. Çурта çутинче вĕсем акă мĕн курчĕç: лаптăк айĕнче тĕпсĕр шăтăк мар, пĕр çирĕм-вăтăр фут çӳллĕш тăмлă чăнкă вырăн çеç иккен.
— Халĕ эпĕ сана пĕр япала кăтартатăп, — терĕ Том шăппăн.
Вăл çуртана çӳлелле çĕклерĕ те çапла каларĕ:
— Май килнĕ таран инçетерех кетес хыçнелле пăх-ха. Куратăн-и çавăнта... пысăк чул çинче... çурта хăрăмĕпе çырнине?
— Том, вăл хĕрес вĕт!
— Ăнлантăн-и ĕнтĕ, «иккĕмеш номер» ăçта?! Хĕрес айĕнче — аха? Ăнлантăн-и? Индеец Джо çуртапа пынине эпĕ çакăнта куртăм та ĕнтĕ.
Гек нумайччен çав темскерле паллă çине пăхса тăчĕ, унтан чĕтрекен сасăпа çапла каларĕ:
— Том, кунтан каяр!
— Мĕнле апла! Укçана пăрахсах каймалла-и?
— Ия... пăрахса каймалла. Джо индеец чунĕ ăçта та пулин çакăнта çывăхрах çӳрет пулĕ.
— Çук, Гек, çук. Вăл çӳрет пулсан та, метис вилнĕ вырăнта, çĕр айĕнчи шăтăка килсе кĕнĕ çĕрте, çӳрет, çакăнтан пилĕк мильăра.
— Çук, Том, метис сывлăшĕ унта мар. Вăл укçа патĕнчех, укçана сыхлать. Эпĕ сывлăш таврашсен йăлисене пĕлетĕп ĕнтĕ, эсĕ те питĕ аван пĕлетĕн.
Гек тĕрĕс калать те пулĕ тесе шухăшлама пуçларĕ Том, вăл темĕн шикленсе кайрĕ. Сасартăк унăн пуçне пĕр шухăш пырса кĕчĕ:
— Эх, мĕнле ухмах эпир иксĕмĕр те! Хĕрес пур çĕрте Джо индеец сывлăшĕ çӳрес çук вĕт-ха.
Çавăн пек калани питĕ шанчăклă та ĕнентерӳллĕ тухрĕ.
— Том, эпĕ ун çинчен шухăшламарăм та. Эсĕ тĕрĕс каларăн, кунта хĕрес пурри пирĕншĕн телей вăл. Çак чăнкă вырăнтан анар та арча шырар.
Том малтан анма пуçларĕ, аннă майĕпе вăл тăм çинче картлашкасем тукаласа пычĕ. Гек ун хыççăн анчĕ. Пысăк чул сăрт ларнă шăтăкалла тăватă галерея тухать. Ачасем виççĕшĕнче тĕпчесе пăхрĕç, анчах нимĕн те тупаймарĕç. Аял хĕрринелле тухакан галерейинчи стенара пысăках мар лапчăк асăрхарĕç вĕсем, унта сарса хунă утиялсем выртаççĕ, кивĕ шăлавар çакки, окорок тирĕ тата кăшласа пĕтернĕ чăх шăммисем курăнкалаççĕ. Анчах укçа арчи ниçта та çук. Ачасем çав вырăна йăлтах шыраса ухтарса тухрĕç, шырани усăсăрах пулчĕ. Аптăраса çитнĕ Том çапла каларĕ:
— Вăл: «хĕрес айĕнче», тесе каларĕ-ха. Акă çакă ĕнтĕ хĕрес айĕнчи пулать. Укçи чул сăрт айĕнче пулма пултарайрас çук; чул сăрчĕ çĕр çумне таччăнах çыпăçса тăрать вĕт.
Вĕсем каллех шырама тытăнчĕç. Нумайччен тата лайăх пăхса шыраса çӳрерĕç, юлашкинчен канма ларчĕç. Гек нимĕн те шухăшласа илме пултараймарĕ. Юлашкинчен Том çапла каларĕ:
— Пăх-ха, Гек, чул сăртăн пĕр енче ура йĕррисем курăнаççĕ, тата çурта çăвĕ тумласа ларнă, тепĕр енче нимĕн те çук. Мĕншĕн-ха вăл апла? Укçа чул сăрт айĕнче, уншăн эпĕ укçа хурсах тавлашатăп. Эпĕ кайса тăм ăшĕнче шыраса пăхатăп.
— Ку вара начар шухăшах мар, Том, — терĕ Гек хавассăн.
Том хăйĕн çĕççине, «чăн-чăн Берлоу» текеннине, туртса кăларчĕ. Вăл тăватă дюйм та алтма ĕлкĕреймерĕ, çĕççи темĕнле йывăç япала çине пырса тăрăнчĕ.
— Гек, эсĕ илтетĕн-и?
Гек хăй те ĕнтĕ тăрăшсах алтса хăтланчĕ, тăма чĕрнисемпе чаврĕ. Часах ачасем хăмасем тупрĕç, вĕсене çавăнтах аяккалла ывăтса ячĕç. Хăмисене чул сăрт хыçнелле каймалли сарлака çурăк çине витсе лартнă-мĕн. Том çурта тытнă аллине малалла тăсса шалалла тинкерчĕ, анчах çурăка пĕтĕмпех çутатса пăхаймарĕ, çавăнпа та унта кĕрсе тĕпчесе пăхас, терĕ вăл. Ку çĕр айĕпе каякан коридор пулчĕ. Пĕшкĕнсе те хутланса ларса, Том тăвăр шăтăк витĕр кĕрсе кайрĕ. Кукăр-макăр каякан шăтăк ерипенех аялалла, çĕр ăшнелле, анса пычĕ. Том малта утрĕ. Гек ун хыçĕнчен йăпшăнса танккарĕ. Вĕсем малтан сылтăмалла пăрăнчĕç, унтан сулахаялла татах пĕр кĕске хушă кайрĕç те, сасартăк Том çапла кăшкăрса ячĕ:
— Мĕн вăл, Гек, пăх-ха!
— Ара, унта нимĕн иккĕленмелли те çук. Ку — ылтăн тултарнă арчах. Çĕр айĕнчи хăтлă шăтăкра лара парать вăл, унпа юнашар пушă тар ещĕкĕ, сăран йĕнĕсем ăшĕнче икĕ пăшал, ик-виç мăшăр кивĕ [[I,581]], чĕн пиçиххи тата шыв ăшĕнче йĕпенсе пĕтнĕ тĕрлĕ ăпăр-тапăр.
— Юлашкинчен тупрăмăр! — терĕ Гек, тĕксемленсе кайнă укçа купи ăшне аллине чиксе.
— Эпир санпа иксĕмĕр пуян ĕнтĕ!
— Гек, эпĕ яланах шанса тăраттăм çав пытарнă укçа пирĕнех пулать тесе. Çакăн пек телей килсе тухнине ĕненме хĕн пулсан та, халĕ ĕнтĕ вăл пирĕн! Çапах та вăхăта ахаль ирттерес мар — халех арчана çĕклесе кăларас. Кӳр-ха, пăхам, эпĕ ăна çĕклесе хăпартма пултаратăп-ши?
Арча пĕр аллă кĕренккене яхăн туртать. Том ăна аран-аран çĕклеме пултарчĕ, анчах ăна çĕклесе каймашкăн питех те меллĕ мар.
— Эпĕ çакăн пек пуласса пĕлсех тăнăччĕ, — терĕ Том. — Астăватăн-и, вĕсем çав арчана тухатса лартнă çуртра çĕклерĕç, эпĕ çавăн чухнех вăл арча вĕсене йывăррине куртăм. Эпĕ хампа пĕрле михĕсем илсе килме астуни лайăх та пулчĕ-çке.
Часах укçасене михĕсем ăшне пушатса пĕтерчĕç. Ачасем вĕсене хĕреспе паллă тунă чул сăрт çине çӳлелле йăтса хăпартрĕç.
— Халĕ ĕнтĕ пăшалсемпе ытти япаласене те, мĕн пуррине пĕтĕмпех çĕклесе кăларар, — терĕ Гек.
— Çук, Гек, вĕсене унтах хăварар. Эпир вăрă-хурахра çӳреме тытăнсан, вĕсем лăпах пире кирлĕ пулаççĕ. Эпир вĕсене яланах унта усрăпăр, [[I,582]] те кунтах тăвăпăр. Кунта вĕт оргисене тумашкăн калама çук аван.
— Мĕнле оргисем вĕсем?
— Пĕлместĕп. Анчах вăрă-хурахсен яланах оргисем пулаççĕ, — пирĕн те оргисем тумалла пулать. Ну каяр ĕнтĕ, Гек, эпир ахаль те кунта ытла нумай лартăмăр. Манăн хырăм та выçса кайрĕ. Эпир кимĕ çинче çырткалăпăр та табак туртăпăр.
Вĕсем çăра тĕмсем ăшне кĕрсе кайрĕç, асăрханарах йĕри-тавра пăхкаларĕç, çыран хĕрринче никам та çуккине курчĕç те часах хăйсен пĕчĕк кимми çине ларчĕç, ирхи апат турĕç, табак та туртрĕç. Хĕвел горизонт патнелле анма пуçласан, вĕсем хăйсен киммине çыран хĕрринчен тĕртрĕç те, каялла тапранса кайрĕç. Том çыран çывăхĕнчереххĕн ишсе пычĕ, вăл тĕттĕм пуличченех ишрĕ. Тĕттĕм пулсан, вĕсем çыран хĕррине тухрĕç.
— Акă мĕн тăвар, Гек — терĕ Том, — атя укçана тăлăх арăм Дугласăн вутă сарайĕн маччи çине пытарса лартар, эпĕ ирпе килетĕп, укçине шутлатпăр та валеçетпĕр. Унтан вара ăна пытарса лартма вăрманта шанчăклă вырăн шыраса тупатпăр. Эсĕ халĕ кунта юл та астуса тăр, эпĕ Бани Тэйлор патне тачка илме чупатăп. Часах килетĕп.
Вăл самантрах курăнми пулчĕ, часах тачка илсе те килчĕ. Арçын ачасем ун çине икĕ пĕчĕк михĕ хучĕç, çиелтен кивĕ çĕтĕк-çатăкпа витрĕç те хăйсен тиевне туртса ту çинелле улăхма пуçларĕç. Валлиец пӳрчĕ тĕлне çитсен, вĕсем канма тăчĕç. Лăп малалла тапранса каяс тенĕ вăхăтра алăк сули патне хуçи тухрĕ.
— Эй, кам унта?
— Гекпала Том Сойер.
— Пит те аван! Атьăр ман хыççăн, ачасем, эпир сире тахçанах кĕтетпĕр. Ну, марш малалла, юртăпа! Эпĕ сирĕн тачкăна туртса пырăп. Вăл пăртак çăмăлтарах пулсан кансĕрлеместчĕ те. Мĕн вара унта сирĕн? Кирпĕчсем-и-мĕн е кивĕ тимĕр-и?
— Кивĕ тимĕр, — терĕ Том.
— Çапла пулĕ терĕм çав. Çакăнта арçын ачасем, ухмахсем пекех, пустуй выртакан тимĕр таврашне пуçтарас ĕçре хăйсен пĕтĕм вăхăтне ирттерме, унта хăйсен пĕтĕм вăйне хума хатĕр. Тимĕршĕн тимĕр шăратакан заводра хăйсене пĕр ултă цент çеç параççĕ. Хăйсене уншăн икĕ хут ытларах парас пулсан та, ĕçлессине ĕçлесшĕн мар ĕнтĕ вĕсем. Этем тени çавăн пек ĕнтĕ вăл. Ну, марш, хăвăртрах!
Ачасем хăйсен мĕншĕн хыпаланмаллине пĕлесшĕн пулчĕç.
— Каламастăп. Миссис Дуглас патне çитсен куратăр ак.
Гек хăйне ахаль çинченех айăпланисене хăнăхса çитнĕ, çавăнпа вăл пăртак шикленсерех:
— Чăнах та, мистер Джонс, эпир нимĕн те туман-çке, — терĕ.
Валлиец ахăлтатсах кулса ячĕ.
— Пĕлместĕп, Гек, пĕлместĕп, ачам. Ун çинчен эпир нимĕн те пĕлместпĕр. Ара, эсĕ тăлăх арăмпа туслă вĕт-ха?
— Ия. Маншăн тус вăл, терĕс.
— Акă, хăвах куратăн. Мĕнтен хăратăн-ха вара тата эсĕ?
Ытлах çивĕч ăслă пулман Гек хирĕç мĕнле ответ калассине шухăшласа тупма та ĕлкĕреймерĕ, ăна Томпа пĕрле миссис Дугласăн хăна пӳлĕмне чышса та кĕртрĕç. Мистер Джонс тачкăна алăк хыçне тăратса хăварчĕ те хăй те вĕсем хыççăнах кĕчĕ.
Хăна пӳлĕмĕнче çап-çутă, хулари ятлă çынсем пурте унта пуçтарăннă. Унта Тэчерсем, Гарперсем, Роджерссем, Полли мăнаккăшĕ, Сид, Мэри, пачăшкă, хаçат редакторĕ тата ытти халăх та нумай, вĕсем пурте праçник чухнехи пек тумланнă. Тăлăх арăм арçын ачасене питĕ кăмăллăн йышăнчĕ. Çакăн пек лайăх мар тумланнă хăнасене унтан кăмăллăрах йышăнни урăх ниçта та пулман: вĕсем хăйсен тумтирĕсем çине çурта çăвĕ тумлатса пĕтернĕ тата тăмпа вараланнă.
Полли мăнаккăшĕ вăтанса пĕтĕмпех хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ, салхуллăн Том çине пăхса пуçне сулласа илчĕ. Анчах ачасем хăйсем асапланнă пек çурри чухлĕ те никам асап куракан пулмарĕ.
— Том килте çукчĕ, — тесе ăнлантарса каларĕ мистер Джонс, — эпĕ ĕнтĕ ăна тупас та çук тесе шутланăччĕ, анчах кайран унпала тата Гекпала лăп хамăн алăк патĕнчех хиреç пултăм та кунта васкаса илсе килтĕм, — терĕ.
— Питех те лайăх, — терĕ тăлăх арăм. — Атьăр ман хыçран, ачасем.
Вăл вĕсене çывăрмалли пӳлĕме ертсе пычĕ те çапла каларĕ:
— Çăвăнăр та урăх тумтир тăхăнăр. Кунта ике çĕнĕ костюм, кĕпесем, чăлхасем, — мĕн кирли пурте пур. Ку Гек валличчĕ. Çук, çук, Гек, тав ан ту: пĕрне эпĕ илнĕ, теприне мистер Джонс. Анчах сире иксĕре те юраççĕ. Тумланăр ĕнтĕ... эпир кĕтетпер... хатĕрленсе çитсен, аяла пирĕн пата анăр, — терĕ те тухса кайрĕ.
34-мĕш сыпăк. Ылтăн юхамĕсем
— Том, эпир чӳрече витĕр тухса тарма пултаратпăр, — терĕ Гек. — Чӳречи çĕртен çӳллех мар.
— Мĕн лăпăртататăн? Мĕн тума тухса тармалла пирĕн?
— Пĕлетĕн-и, эпĕ çавăн пек чаплă компанире пулма хăнăхман. Манăн ăна курассăм та килмест. Каймастăп эпĕ унта, Том.
— Пустуй вăл, нимех те мар. Эпĕ вĕт чĕрне вĕç пек те хумханмастăп. Сана та хурлантарма парас çук эпĕ, ан пăшăрхан.
Сид пырса кĕчĕ.
— Том, — терĕ вăл, — мăнакку пĕрмаях кĕтрĕ сана. Мэри сана валли вырсарникунхи костюм хатĕрлесе хучĕ, эсĕ ăçта кайса кĕнĕ-ши тесе пăшăрханчĕ. Эхе, ăçтан сан йĕмӳ çине çурта çăвĕпе тăм лекнĕ?
— Мистер Сидди, сире эпĕ хăвăрăн ĕçсемпе аппаланма канаш паратăп. Мĕн муталанма шутлаççĕ-ха вĕсем? Мĕн тумашкăн?
— Ахалех, тăлăх арăм патĕнче паян хăнасем пур, унăн кулленех хăна вĕт... Ку хутĕнче вăл валлиецпа унăн ывăлĕсем çав каç хăйне инкекрен хăтарнă ятпа каçхине хăнасем пухса апатлантарать. Пĕлетĕн-и тата, эпĕ сана пĕр япала çинчен, сана интереслĕ пулсан, каласа кăтартма пултаратăп.
— Мĕн вара?
— Акă мĕн: паян каçхине ватă мистер Джонс пурне те пĕр япалапа телĕнтерме шутлăть, анчах эпĕ вăл çавăн çинчен мăнаккăна каланă чухне пĕтĕмĕшпех вăрттăн итлесе тăтăм, халĕ ĕнтĕ вăл вуçех те вăрттăнлăх мар пулĕ тесе шутлатăп. Пурте пĕлеççĕ... Тăлăх арăм та... хăй пĕлмĕш пулать пулсассăн та. Паллах ĕнтĕ, мистер Джонсăн çакăнта Гека илсе килмеллех пулнă. Гексăр пуçне пĕтĕм вăрттăнлăх пĕтсе ларатчĕ.
— Вăрттăнлăхĕ мĕнре вара, Сид?
— Вăрă-хурахсене тăлăх арăм килĕ патне çитичченех хыçран йĕрлесе пыраканни Гек пулнă. Мистер Джонс пурне те питĕ тĕлĕнмелле япала калатăп тесе шутлать, анчах хăйĕн нимĕн те тухмасть.
Сид савăннипе ĕхĕлтетсе кулса илчĕ.
— Сид, эсĕ лăпăртатса кăтартмарăн-и?
— Кирек кам каланă пулсан та, çавах мар-и? Çынсем пĕлеççĕ те, ĕçĕ те пĕтрĕ унта.
— Сид, çавăн пек лайăх мар хăтланма пултаракан! çын пĕтĕм хулипе те пĕрре çеç, эсĕ вăл! Эсĕ Гек вырăнĕнче пулас пулсан, эсĕ нимĕн намăса пĕлмесĕрех ту çинчен аяккалла шăвăнаттăн, вăрă-хурахсем çинчен никама та каласа кăтартас çукчĕ. Эсĕ лайăх мар тума çеç пултаратăн, кама та пулин лайăх тунăшăн мухтанине эсĕ кураймастăн. Акă сана! Тав туни кирлĕ мар, тăлăх арăм калашле. — Том Сида хăлхинчен янлаттарчĕ те ăна алăкран тапса кăларса ячĕ. — Халĕ тасал кунтан. Хăвна ыран тата хĕнеттерес килет пулсан, кайса мăнаккана элеклесе пар.
Тепĕр тăватă-пилĕк минутран тăлăх арăмăн хăнисем сĕтел хушшине каçхи апат çиме ларчĕç. Апатланмалли пӳлĕмре ачасем валли пĕчĕк сĕтелсем лартса пачĕç. Майлă вăхăт шыраса тупса мистер Джонс кĕске сăмах каларĕ. Вăл хăйне тата хăйĕн ывăлĕсене чыс тунăшăн тăлăх арăма тав турĕ, анчах çав вăхăтрах тата вăл çапла ăнлантарса пачĕ: «Кунта тата тепĕр çын та пур, вăл йăвашшипе...»
Тата малалла та, тата малалла та, тата малалла та каларĕ. Мистер Джонс театрти пек эффектсем тума ăста. Вăл çав пĕтĕм ĕçе Гек епле хутшăннин вăрттăнлăхне сцена çинчи пысăк искусствăпа уçса кăтартса пачĕ, анчах мистер Джонс каласа кăтартнипе интересленесси хытăнах чакса кайрĕ, çынсем хăйсем тĕлĕннине те питех палăртмарĕç, урăх чухне вăл ун пек пулмастчĕ ĕнтĕ. Çапах та миссис Дуглас хăй шутсăрах тĕленсе кайнă пек пулчĕ, Гека çав тери мухтаса тав тума тапратрĕ, çавăнпа мĕскĕн ача хăйĕн çенĕ тумтирĕпе асап тӳснисем çинчен манса кайнă пекех пулчĕ, мĕншĕн тесен вăл халĕ те хăй çине пурте пăхнăран, пурте хăйне мухтанăран тата хытăрах асап курчĕ.
Миссис Дуглас çавăнтах: «Эпĕ Гека хам пата илме, ăна кйлĕшӳллĕ пек вĕрентсе кăларма шут тытрăм, унтан вара хамăн ытлашши укçа пулсан, ăна пĕр-пĕр ытла пысăках мар ĕç пуçласа яма пулăшатăп, — терĕ.
Кунта Том черечĕ килсе çитрĕ. Вăл çапла каларĕ:
— Гек вăл тĕлĕшрен аптрамасть. Гек хăй те пуян çын, — терĕ.
Çавăн пек кăмăллăн шӳт тунине пухăннă çынсем пурте харăс ахăлтатса кулса йышăнассине вĕсем хăйсене хăйсем тытма пĕлни çеç чарчĕ. Анчах нимĕн чĕнмесĕр ларни те темĕнле лайăх мар пекле пулса тухрĕ. Том ăна хăвăртрах ирттерсе яма васкаса çапла каларĕ:
— Гекăн укçа пур. Эсĕр мана ĕненместер пулĕ те, анчах унăн пĕр купа укçа пур. Тархасшăн, ан кулăр, эпĕ сире халех кăтартатăп! Пăртак тăхтăр-ха!
Том пӳлĕмрен чупса тухрĕ. Пурте нимĕн çинчен те пĕлмесер, интересленсе пĕр-пĕрин çинелле пăхкаласа илчĕç, Гека куçран ыйтса пăхрĕç, анчах вăл вилнĕ пекех, нимĕн чĕнмесĕр тăчĕ.
— Сид, мĕн пулнă Тома? — тесе ыйтрĕ Полли мăнаккăшĕ. — Вăл... Çук, çав ачаран мĕн кĕтсе илессине нихçан та пĕлмелли çук. Эпĕ хам ĕмĕрте те...
Полли мăнаккăшĕ хăй сăмахне каласа пĕтереймерĕ, мĕншĕн тесен Том пырса кĕчĕ, михĕсем йывăррйпе вăл аялалла пĕкĕрĕлнĕ. Вăл сĕтел çине сарă укçасене пĕр купа кăларса хучĕ те çапла каларĕ:
— Акă! Мĕн каларăм эпĕ сире! Çакăнта çурри Гекăн, çурри манăн! — терĕ.
Çавăн чул нумай ылтăна курсан, пăхса ларакансен сывлама сывлăшĕ те тăвăрланса килнĕ пек пулчĕ. Пĕр минут хушши никам та пĕр сăмах чĕнеймерĕ, пурте нимĕн шухăшламасăр пăхса ларчĕç. Унтан пурте пĕр сасăпах хăйсене ăнлантарса пама ыйтрĕç. Том хавассăнах килешрĕ. Вăл калани вăрăм пулсан та, питех те киленсе итлемелле пулчĕ. Ыттине пĕтĕмпех манса кайса, çавна итлесе ларассине пăсас мар тесе, Тома никам та сăмах чĕнсе кансĕрлемерĕ. Вăл каласа пĕтерсен, мистер Джонс çапла каларĕ:
— Эпĕ тата хамăн çынсем валли лайăх сюрприз хатĕрлесе хунă пулĕ тесе шутланăччĕ. Анчах ирĕксĕрех ĕнтĕ хамах калатăп: çакăнпа танлаштарсан, манăн сюрприз нимĕне те тăмасть, пустуй япала пек çеç туйăнать, — терĕ.
Укçисене шутласа пăхрĕç. Унта вуникĕ пин доллартан пăртак ытларах иккен. Çавăнпа та, хăнана пынисенчен нумайăшĕн вырăнтан тапранман пурлăхĕ çавăнтан хаклăрах тăнă пулин те, тăруках çакăн пек нумай укçана нихăшĕ те курман-мĕн.
35-мĕш сыпăк. Хисепе тивĕçлĕ Гек вăрă-хурахсен шайккине кĕрет
Вулакан ахалех те ăнланса илме пултарать: кĕтмен çĕртен Томпа Гек аллине пуянлăх пырса кĕни мĕскĕн те пĕчĕк Санкт-Петербург хулинчи халăха хыттăнах хускатса ячĕ. Çавăн пек пысăк укçа, çитменнине тата ылтăн укçа, питех те тĕлĕнмелле пулчĕ. Укçа тупни çинчен çав тери нумай калаçрĕç, ăна çав тери хапсăнса пăхрĕç, ăна çав тери хытă пăхса савăнчĕç, çавăнпа та граждансенчен нумайăшĕ çавна курнипе ухмаха ерсе кайрĕç. Петербургра, тата таврари ялсенче те, усал тухакан кашни пӳртех пĕренешерĕн сӳтсе пăрахрĕç. Тăпра ăшне алтса чикнĕ укçа шыраса, çавăн йышши кашни çуртрах никĕсне йăлт салатса тăкрĕç, — çавна арçын ачасем мар, пысăк арçынсемех, шухăшĕсене вылятма юратакансем мар, шанчăклă та çирĕп çынсемех хăтланчĕç. Томпа Гек кирек ăçта пырсан та пурте вĕсене хăналама тăрăшрĕç, вĕсене пăхса савăнчĕç, темĕнле тĕлĕнмелле япала курнă пекех, вĕсем çине куçĕсене чарса пăхрĕç. Ĕлĕкхи вăхăтра хăçанта пулин хăйсен сăмахне кăшт пулсан та вырăна хунă пеккине ачасем пĕрре те астумаççĕ, халĕ ĕнтĕ вĕсен кашни сăмахнех, темĕнле ăслăлăх вырăнне хунă пекех, çынсем тĕрлĕ майлă каласа хăтланаççĕ. Вĕсем мĕн тунине те питĕ паллă япала вырăнне шутлаççĕ. Ахаль япаласем çинчен калаçма та, ахаль япаласем тума та вĕсем йăлтах манса кайнă пек пулчĕç темелле. Вĕсен иртнĕ пурнăçĕнче темĕнле уйрăмлăхсем шыраса тупрĕç, çав уйрăмлăхсем вара вĕсем ахаль ачасем маррине лайăх кăтартса параççĕ пулать. Вырăнти хаçатра вĕсен биографийĕсене пичетлесе кăларчĕç.
Тăлăх арăм Дуглас Гекăн пĕтĕм укçине банка хыврĕ. Полли мăнаккăшĕ ыйтнипе, Тэчер судья та Томăн укçине банка вырнаçтарчĕ. Халĕ ĕнтĕ кашни ачийĕнех çакăн пек пысăк услам пулчĕ: кунсеренех пĕрер доллар, вырсарникун пĕрре те çуршар доллар килсе тăчĕ. Пачăшкă мĕн чухлĕ илнипе танах, тĕрĕсрех каласан, пачăшкăна мĕн чухлĕ пама пулнипе танах илсе тăчĕç вĕсем, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн приход çыннисенчен çак хисепе нихçан та илме пултарман. Арçын ача пĕр эрне хушши апатланасси тата хваттерте пурăнасси, шкулта вĕренес, тумланас, мунча кĕрес расхутсене кĕртсен те, пĕр доллар та чĕрĕк çеç парать иккен.
Тэчер судья Тома питех те хисеплеме пуçларĕ. Ытти ачасемпе пĕр йышши ача манăн хĕре нихçан та çĕр айĕнчи шăтак ăшĕнчен ертсе кăларма пултарас çукчĕ тет вăл. Бекки тата хăйĕн ашшĕне çак вăрттăнлăха — Том Беккине хулăран хăтарса унăн айăпне хăй çине илни çинчен те — каласа панă. Çакна илтсен, судьян кăмăле татах çемçелсе кайрĕ. Бемки çапла тархаслама пуçланă: «Том, çавăн пек лайăх мар суйса, манăн çурăм çине ӳкмелли хулла хăйĕн çурăмĕ çине илнĕшĕн эсĕ ăна хытах ан айăплаччĕ», — тенĕ. Судья вара, питех хавасланса кайса, çапла каланă: «Вăл хăй çинчен манса çынна çăласшăн пулнă, вăл суя питех аван суя. Георг Вашингтонăн чапа тухнă тӳрĕлĕхпе, çав пуртă çинчен каланă [[I,583]] юнашарах, пуçне çӳлелле çĕклесе утма тивĕçлĕ суя пулать», — тенĕ. Бекки çавăн чухне çапла шухăшланă: «Пӳлĕм тăрăх утса çӳресе, урипе тапса ярса Том питĕ ырă чунли çинчен каланă чухнехи пекех, атте урăх нихçан та мана çав тери çӳллĕ те чаплăскер пек туйăнманччĕ», — тенĕ. Вăл çавăнтах Том патне чупса кайнă та ăна йăлтах каласа кăтартнă.
«Томран çитес вăхăтра е аслă çар çынни е аслă юрист пулать, — тенĕ Тэчер судья. — Ачана Нацин çар академине илччĕр тесе, эпĕ тăрăшса пăхатăп; унтан вăл юристпруденци ăслăлăхне вĕренмелли чи лайăх шкулта вĕрентĕр, çапла вара вăл çав карьерăсенчен кирек хăшне те, тен, тăруках иккĕшне те, хатĕрлесе тăтăр», — тенĕ.
Гек Финн аллине пуянлăх пырса лекни, ăна тăлăх арăм Дуглас хӳтĕлесе тăни Гека культурăллă обществăна ертсе кĕртнĕ. Çук, ăна ирĕксĕрех туртса сĕтĕрсе кĕртнĕ, çавăнпа унăн асапĕсем çав тери йывăр пулнă, вăл вĕсене аран-аран çеç тӳссе тăнă. Тăлăх арăмăн тарçисем унăн питне çăва-çăва янă, тумтирне тасатнă, унăн пуçне турапа та щеткăпа туранă, кашни каçах ăна йĕрĕнмелле таса тӳшек çиттисем çине çывăрма вырттарнă. Чи лайăх тус вырăнне хурса чĕре патне пăчăртаса тытмашкăн çав çиттисем çинче пĕр лапăрчăк та пулман. Апата та унăн вилкăпа та çĕçĕпе çимелле пулнă; салфеткăсемпе, тарелкăсемпе, чей чашкисемпе усă курмалла пулнă; кĕнеке тăрăх вĕренмелле пулнă, чиркĕве çӳремелле пулнă, калаçассине те çав тери тирпейлĕн те йĕркеллĕн калаçма тивнĕ. Çавăнпа та сăмахсем ăна питĕ тутлă маррăн туйăнма пуçланă; вăл кирек ăçталла кайма çаврăнса пăхсан та, ăна цивилизаци сăнчăрĕсемпе картисем тыткăнра тытса усранă. Ăна хăйĕн алли-урисене çыхса лартнă пекех туйăннă.
Виçĕ эрне вăл çав асапсене паттăррăн тӳссе пурăннă, юлашкинчен тӳсеймен те пĕр кун вара таçта çухалнă. Хĕрĕх сакăр сехет хушши тăтăшах ăна миссис Дуглас питĕ пăшăрханса пур çĕрте те шыраса çӳренĕ. Пур çын та хускалса кайнă, ăна шырама тусем çинелле те, лапамсенелле те чупнă, унăн виллине тупма хăтланса, шыв ăшĕнче те шыраса çӳренĕ. Юлашкинчен, виççĕмеш талăка кайсан, ирхине ирех Том Сойер пуçне пĕр ăслă шухăш пырса кĕнĕ: выльăх пусмалли ĕлĕкхи лупас хыçĕнчи пушă пичкесене кайса пăхас, тенĕ, вăл пĕр пичкинче вара хайхи таркăна шыраса тупнă. Гек çывăрса выртнă. Вăл хăй таçтан вăрласа килнĕ апат юлашкисене тин çеç çинĕ те, халĕ çăварне чĕлем чиксе, ырă курса выртнă. Вăл пит-куçне те çуман, пуçне те тураман, çийĕнче хăйĕн ĕлĕкхи çетĕк-çатăк тумтирĕ пулнă, — хăй ирĕкре çӳресе телейлĕ пурăннă чухне вăл çав тумтирпе картина çине ӳкерме те питĕ тивĕçлĕ пек туйăннă. Том ăна вăратнă, вăл çынсене мĕн чухлĕ чуптарса, пăшăрхантарса чăрмантарни çинчен каласа кăтартнă, ăна килелле таврăнмашкăн ӳкĕтлене. Гекăн пичĕ çинче канлĕ телей палăрса тăни тăруках çухалнă та, унăн сăнĕ-пичĕ питĕ хуйхăллă пулса тăнă.
— Ун çинчен ан та кала, Том, — терĕ вăл. — Эпĕ хăтланса пăхрăм, анчах нимĕн те тухмасть, Том. Çавсем пурте манăн валли мар... Хăнăхман эпĕ. Тăлăх арăм лайăх, ăшă кăмăллă, анчах эпĕ йĕркесене тӳсме пултарас çук. Кашни ир пĕр сехетрех тăр; сан каяс килет-и, килмест-и — пит çума кай; унтан санăн пуçна тăрăшсах турапа чавалаççĕ; вăл мана вут сарайĕнче те çывăрма ирĕк парас çук. Çав усал тумтирĕ тата! Вăл мана пăвсах лартать, Том. Ун витĕр сывлăш та кĕмен пек туйăнать, вăл таçта шăтăкланса кайтăрччĕ. Çав тери хитре тумтир, унпа ни çĕр çине ларма, ни выртма, ни ăçта килне унта чикеленсе çӳреме те юрамасть. Нӳхреп алăкĕсем çинче те темиçе çул хушши ярăнман пекех туйăнать мана. Унтан чиркĕве кай, унта хăлхуна тăратсах итлесе лар. Кураймастăп пуп проповечĕсене, — шăнасене тытма та, табак чăмлама та юрамасть унта. Вырсарникун кунĕпех тата пушмак тăхăнса çӳре, хывма та юрамасть ăна. Тăлăх арăм апатне те шăнкăрав тăрăх çиет, çывăрма та шăнкăрав тăрăх выртать, тăрассине те шăнкăрав тăрăх тăрать, — пур çĕрте те çав тери ирсĕр тирпейлех, никам çынни те тӳсме пултарас çук ăна.
— Ара пур çынсен те çавăн пекех вĕт, Гек.
— Ах, Том, манăн мĕн ĕç унпала! Эпĕ пур çын та мар вĕт, эпĕ тӳссе тăраймастăп ăна. Алă-урасемпех çыхса хуни — вилĕм пекех вăл. Çимелли те унта ытла та çăмăллăн пырса лекет, çавăнпа унпа хырăм тултарма та интерес çук. Пулă тытма каяс килсен — пулă тытма кайма ыйтмалла; шыва кĕме каяс килсен — шыва кĕме кайма та ыйтмалла. Часах ĕнтĕ ыйтмасăр сывлама та юрас çук пулĕ. Унтан калаçассипе те çав тери çепĕç те çемçен калаçмалла, çавăнпа сăмахлас та килмест. Эпĕ ахаль те ĕнте, çăвар тути килтер тесе, лайăхрах ятлаçса илмешкĕн тесе, хăшпĕр чухне маччана тарса хăпаратăп, — ахаллĕн эпĕ вилсе каяттăм, туршăн та. Тăлăх арăм табак туртма хушмасть, кăшкăрма хушмасть, ни анаслама, ни карăнкалама, ни халăх уменче хыçкаланма та хушмасть.
Унтан вăл темĕнле ăраснах кӳреннине тата хăйĕн чĕри ыратнине палăртса çапла кăшкăрса каларĕ:
— Тата вăл пĕрмаях турра кĕлтăвать, Том. Иртен пуçласа каçченех кĕлтăвать, пĕтменскер! Ĕмĕрте те эпĕ çакăн пек хĕрарăм курман... Манăн ун патĕнчен тухса тармасан та май килместчĕ... Ия, урăх нимĕн тума та пулмастчĕ. Çитменнине тата, часах шкул уçăлать, манăн унта çӳремелле пулатчĕ, эпĕ ăна тӳсме те пултарас çук. Куратăн-и, Том, пуян пуласси вăл пĕрре те савăнăçлă ĕç мар. Пуянлăх вăл — кичемлĕх те хуйхă, кичемлĕх те хуйхă. Часрах ӳксе вилесчĕ тесе çеç шухăшлатăн. Акă çак çĕтĕк-çатăк ĕнтĕ ман кăмăла каять, çак пичке те кăмăла каять, вĕсенчен эпĕ урăх нихçан та уйрăлса каймастăп. Çав усал укçа пулмасан, эпĕ нихçан та çавăн пек инкеке курас çукчĕ. Тархасшăн, эсĕ ман тӳпене ху валли ил те ху пелнĕ пек усă кур унпала, мана вара хăшпĕр чухне вуншар цент паркала. Ăна та час-часах ан пар, мĕншĕн тесен манăн шутпа, аран-аран алла пырса кĕрекен япала çеç лайăххăн туйăнать. Эсĕ те тăлăх арăмран ыйт: вăл мана ирĕкре хăвартăрччĕ.
— Эй, Гек, эпĕ санăн укçуна илес çуккине пĕлетĕн вĕт эсĕ... Вăл лайăх мар пулатчĕ... Анчах эсĕ тата пăртак тӳссе пурăнсан, — акă хăвах курăн, çав пурăнăç санăн кăмăлна кайĕ.
— Кăмăла кайĕ! Хĕртнĕ плита çинче нумайтарах ларни кăмăла каять-ши?.. Çук, Том, эпĕ пуян пуласшăн мар. Ирсĕр те йĕрĕнчĕк тата пăчă çуртсенче те пурăнас килмест манăн. Эпĕ çак вăрмана, çак юханшыва, çак пичкесене юрататăп, — вĕсенчен эпĕ ниçта та пăрахса каймастăп. Çăва патнех кайтăрччĕ вăл: халĕ ĕнтĕ пирĕн пăшалсем те, çĕр айĕнчи шăтăк та, — вăрă-хурахра çӳремешкен пурте пур. Çав хулара укçа алă айне килсе кĕчĕ те пĕтĕмпех пăсса хучĕ!
Май килнине кура, Том васкаса çапла каларĕ:
— Итле-ха, Гек, пуянлăх вăл мана вăрă-хурах пулма чарас çук, — терĕ.
— Чăнах-и, Том?
— Эпĕ халĕ çакăнта ларнă пекех чăн вăл. Анчах санăн сăну тирпейлĕ пулмасан, Гек, сана шайккăна илме пулмасть вара.
Гек хĕпĕртени çавăнтах пĕтсе ларнă.
— Мана вăрă-хурах шайккине илме пулмасть-и? Эсĕ мана пиратсен шайккине илнĕччĕ-çке!
— Ара, илнĕччĕ, анчах вăл ĕçĕ урăхласкер. Вăрă-хурахсем пиратсенчен тасарах, вĕсенчен ытларах вĕреннĕ çынсем вĕсем. Пур çĕрте те тенĕ пекех вăрă-хурахсем хушшинче чи аслă дворянсем, графсем, герцогсем нумайтарах.
— Итле-ха, Том! Эсĕ яланах манăн тус пулнă. Эсĕ мана шайккăран хăваласа кăларас çук, — чăнах вĕт, Том? Хăваласа кăлармастăн. Чăнах вĕт?
— Гек, паллах манăн сана хампа пĕрле çӳретес килет, анчах çынсем мĕн калĕç? «Фи! — тейĕç вĕсем. — Том Сойер шайкки! Унта пурте темĕнле çĕтĕк-çатăкскерсем çеç», — тейĕç. Çĕтĕк-çатăк тесе вĕсем тӳрех сан çинчен калĕç. Сана ĕнтĕ вăл питĕ лайăх туйăнмĕ — мана та, паллах, лайăх туйăнас çук.
Гек, хăй ăшĕнче тĕрлĕ шухăшсем кĕрешнипе, пĕр минут хушши пек нимĕн чĕнмесĕр тăнă. Юлашкинчен вăл çапла каларĕ:
— Юрать. Эпĕ пĕр уйăхлăха тăлăх арăм Дуглас патне таврăнатăп та хăнăхма тăрăшатăп. Анчах эсĕ мана шайккăна ил ĕнтĕ Том.
— Юрĕ, Гек, килĕштерер. Атя, ватă тусăм, тăлăх арăм сана ытлах ан хĕсĕрлетĕр тесе, эпĕ ăна тархаслăп.
— Чăнах, тархаслăн-и, Том? Чăнах-и? Питĕ аван! Вăл мана чи кирли енчен хĕсĕрлемест пулсан, эпĕ табакне вăрттăн çеç туртăп, ятлаçассине те вăрттăн çеç ятлаçăп, епле те пулин тӳссе ирттерĕп. Эсĕ хăçан шайкка пухса вăрă-хурах ĕçне пуçласа яратăн-ха?
— Часах! Эпир, тен, паян каçхине хамăрăн арçын ачасене пуçтарса килĕшӳ тăвăпăр.
— Мĕн тăвăпăр?
— Килĕшӳ.
— Вăл мĕнле япала тата апла?
— Акă мĕнле: эпир пурте пер-пĕриншĕн тăрăпăр, пире темиçе татăк туса турас пулсан та, шайккăн вăрттăнлăхĕсене нихăçан та каласа кăтартас çук тесе тупа тăватпăр; пĕр-пĕр çын пирĕн шайкăран кама та пулин кӳрентерсен, эпĕр çав çынна та, унăн килйышĕсене те пурне те вĕлеретпĕр тесе тупа тăватпăр.
— Вăт, вăл аван, Том!
— Аван пулмасăр. Присягине тата лăп çур çĕр тĕлĕнче çын пĕртте çӳремен, чи хăрушă çĕрте памалла, усал тухакан çуртра присяга парсан тата лайăхрах пулать. Анчах халĕ çав çуртсене пурне те тустарса пĕтернĕ...
— Çур çĕр вăл — аван вăхăт, Том.
— Ия. Присягине эпир тупăк çинче паратпăр та юнпала алă пусатпăр.
— Вăт ку аван! Ку пират пулса çӳрессинчен те миллион хут чаппăрах ĕнтĕ. Апла, эппин, эпĕ, хамăн хăть вилсе каймалла пулсан та, тăлăх арăм çумĕнче тытăнса пурăнатăп. Эпĕ чăн-чăн вăрă-хурах пулса тăрсан, вара пурте ман çинчен калаçма тапратсан, вара вăл мана хăй килĕнче пăхса усранă тесе хăех мухтанма пуçлĕ.
Юлашкинчен калани
Çак тĕрĕс каласа çырнă кĕнеке çакăнпа пĕтет. Ку кĕнекере арçын ачан биографине панă, çавăнпа та унăн биографийĕ çакăнтах чарăнса тăмалла. Вăл малалла тăсăлнă пулсан, çитĕннĕ арçыннăн биографийĕ пулса тăратчĕ. Çитĕннĕ çынсем çинчен роман çырнă чухне ăçта чарăнса тăмаллине тĕрĕсех пĕлетĕн: туй çинче чарăнса пĕтерсе хумалла. Анчах ачасем çинчен çырнă чухне санăн ăçта лайăхрах май килет, çавăнта юлашки пăнчă лартмалла.
Çак кĕнекери геройсем нумайăшĕ халĕ те пурăнаççĕ: вĕсем чиперех тата телейлĕ пурăнаççĕ. Тен, кайран, хăçан та пулин, эпĕ каллех çакăнта кăтартнă ачасен историне çырма тытăнăп, ун чухне вара вĕсенчен мĕнле арçынсемпе хĕрарăмсем пулнине пăхăп. Эпĕ сире вĕсен хальхи пурнăçĕ çинчен пĕлтерес пулсан, вăл питĕ ăссăрла хăтланни пулĕччĕ.