1
Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхозра Николай Шангин виçĕмçул практикăра пулнăччĕ. Унтанпа ĕнтĕ виçĕ ĕмĕр иртнĕ пекех туйăнать.
Паян акă диплом кĕсъере. Вăл — агроном. Çак куна пилĕк çул кĕтнĕ. Хĕпĕрте, Микулай, юрла та ташла! Çук çав, Микулайăн кăкăрĕнче пĕр самантрах икĕ тĕрлĕ кăмăл капланса тăрать. Савăнăçпа тунсăх, хаваслăхпа салхулăх. Вĕсем пĕр-пĕринпе ылмашаççĕ, хирĕçеççĕ.
Тĕрĕс, тăван институтра юлашки кунсем иртсе пынă май, Микулайăн чĕри хытăрах та хытăрах кăртлатса тапатчĕ. Халь вара тĕксĕм кăвак хуплашкаллă диплом чĕре çумĕнчи кĕсъене кĕрсе выртсан, вăл сасартăках лăпланчĕ. Çут тĕнчере нимĕнле улшăну та пулман тейĕн. Экзаменсем умĕнхи пăлханусем, аслă уй-хире туртакан çунатлă ĕмĕтсем — ăçта вĕсем? Институтран вĕренсе тухнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă каç та Микулая ытлашши савăнтармарĕ. Йăлтах урăхла унăн кăмăлĕ хуçăлчĕ, чунĕ хурланчĕ: тăван институтпа сывлуллашмалла, юлташсенчен уйрăлмалла. Вĕренӳре, туссемпе пĕрле чухне, хаваслăрахчĕ. Ахальтен мар пуль çав тахăшĕ каланă: студент пурнăçĕ, малтанхи юрату пекех, ĕмĕрте пĕрре килет.
Юлашки каç... «Мĕншĕн юлашки?» — тĕлĕнсе ыйтать Микулай хăйĕнчен хăй. Ан тив, институтра юлашки пултăр, анчах умра — пĕтĕм кунçул... Халлĕхе, авă, институтăн анкарти пек аслă залĕнче питĕ вылянуллă ташă кĕвви янăрать. Çĕнĕ йышши!.. Шăнкăр шыв пек юхса пыракан музыка мар, пĕр тăтăш тăкăртатса тăракан ритм. Туссем мăшăрăн-мăшăрăн ташлаççĕ. Хăшĕсем, урисене енчен енне çăмăллăн шутарса та ыткăнтарса, чарльстон чавтараççĕ. «Чăвăш-тик-чăвăш, чăвăш-чăвăш! Тăкăр-тăк-тăкăр, тăкăр-тăкăр!..»
«Пăрçа акаççĕ агрономсем!» — хăй тĕллĕн кулса илет Микулай. Вăл патвар çурăмĕпе стенана тĕреленĕ те залри «çавраçиле» аякран сăнаса тăрать. Аван та мар капла. Эх, вăл хăй те ташлĕччĕ! Тăвăл кăларсах! Ура хуçсах! Чăвашла, вырăсла, тутарла, хуть те мĕнле! Шел, ташша тухма ун валли мăшăр çук. Мăшăр... Ăçта ун мăшăрĕ?.. Пĕр вĕçĕм кĕрлекен ташă çеммипе кăна Микулайăн пуçĕнче мăшăр сăмах сиккелет: «Юлашки... юлашки мар!.»
Хăй умĕнчен çаврăнса иртекен мăшăрсен сăнĕсене тинкеререх сăнаса пăхасшăн Микулай. Пĕрле вĕреннĕ юлташсем-çке-ха вĕсем, тантăшсем, туссем!.. Анчах вĕсен сăнĕсем тĕтрери пек шăвăна-шăвăна иртеççĕ. Шангин паллать те вĕсене, паллаймасть те... Туссем!.. Вĕсем хушшинче хăйсем ĕмĕт хывнă ĕçе чунтан юратакан чăн-чăн агрономсем пур! Агрономсем... Ку сăмаха ĕнтĕ хăюллăнах çăвар уçса калама пулать. Ан тив, вĕсем паян савăнччăр, ташлаччăр. Чăн-чăн агроном юрлама та, ташлама та пултарать. Ĕç ăнса пытăр кăна! Ыран вĕсем хире тухаççĕ. Пурнăç уй-хирне. Теприсем?.. «Теприсем» çинчен Микулайăн шухăшлас та килмест. Тырпул арпа-улăмсăр мар. Кипекки те пур, хывăхĕ те... Тепĕр тесен, арпа-кипек çăмăл çилпех вăркăшса-вĕçсе каять, тырри юлать... Таса тырă...
Николай Шангин çапла хăй тĕллĕн суйланса тăнă хушăра ăна сулахай хулĕнчен такам хытах пăчăртаса тытрĕ. Микулай çаврăнса пăхрĕ те Чумайкин доцента курах кайрĕ.
— Коля, сана паçăртанпах шыратăп, — терĕ доцент, Микулая хулĕнчен мĕнле тытнă çаплипех малалла утма хистесе. — Атя-ха, сăмах пур.
Иван Андреевич Чумайкин хăй пĕчĕкçĕ кăна çын, Микулая шăпах хулпуççи таран пулать. Пичĕ-куçĕ те кайăкăнни евĕр хăйпашкарах. Алли çирĕп вара, хĕвĕшекен тус-йыш хушшипе Шангина унталла та кунталла пăркаласа, залран самантрах коридора çавăтса тухрĕ.
«Мĕн амакĕ?» — тĕлĕнчĕ Микулай.
«Кафедра физиологии растений»... Шурă алăк çинчи çак сăмахсене Николай Шангин тахçанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсене асăрхайми те пулнă. Кĕçĕр вĕсем акă куç умне йăлтах çĕнĕлле килсе тухрĕç. «Ӳсентăран физиологийĕн кафедри», — хăй ăссĕн чăвашла куçарса пăхрĕ Микулай. «Ӳсентăран... Ӳсентăран» — сăмахĕ мĕнешкел! Ӳсентăран пурнăçне тĕпчесе пĕлме пилĕк çул хушшинче пайтах вăй хунă. Анчах мĕн шут тытрĕ-ха кĕçĕр Иван Андреевич?? Мĕн тума вăл Микулая çак аслă пӳлĕме тепĕр хут илсе килчĕ? Хулран пăчăртасах... Çавăтсах... Залри тусан-тĕтĕмпе шăв-шав хыççăн кунта ытла уçă, ытла та шăп пек туйăнчĕ Микулая.
— Итлетĕп, Иван Андреевич, — терĕ вăл студент чухнехи пекех, хăюсăррăн малалла иртсе.
Доцент пӳлĕме кĕнĕ-кĕмен таçта шкапсемпе ещĕксем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Кунта Иван Андреевичăн темле ăпăр-тапăр та пур. Вăл ăçта пынă унта, ăçта май килнĕ унта çĕр тĕрлĕ ӳсентăран вăрлăхне шăтарса пăхать, пин тĕрлĕ сăнав тăвать.
— Халех, — таçтан арча ăшĕнчен илтĕннĕ пек илтĕнчĕ доцент еасси. — Халех, Коля, халех!..
Тепĕр самантран Иван Андреевич, икĕ аллине икĕ шурă хутаç тытса, Микулай патне тухрĕ.
— Акă, манран парне пултăр, — терĕ вăл. — Пĕри — тулă вăрлăхĕ, тепри — сахăр кăшман вăрлăхĕ. Мĕнле сортсем? Ячĕсене тупайман-ха. Пĕр сăмахпа, Чйваш çĕршывĕнче ӳстернĕ сортсем. Акса пăх, сăна!.. Малаллине ху тĕрĕсле! Тĕпче, шыра!.. Халиччен пулманнине йĕрлесе туп!..
— Тавтапуç, Иван Андреевич, — ниçта кайса кĕрейми именсе ӳкрĕ Микулай. — Тавтапуç!..
— Тавĕ кайран, — аллине сулчĕ доцент. — Эпĕ сана çамрăк тусăм, ак мĕн пирки асăрхаттарасшăн... Сахăр кăшманĕ пирки... Тавлашаççĕ... Пĕрисем акмалла теççĕ, теприсем — акмалла мар. Ман шутăмпа, мĕн ытларах усă кӳрет, çавна акмалла. Çӳлтен хушнипе мар, çĕр-аннемĕр ыйтнипе! Паллах, чи малтан злаки, злаки, злаки! — вырăсла хушса хучĕ Иван Андреевич. — Хлебные злаки! Ыраш, тулă, пăри, урпа, сĕлĕ, хуратул, вир... Халăха çăкăр çитер, агроном юлташ! Сĕт-çу çитересси те санранах килет. Кăшман ак, вăрлăхне патăм. Халь атя, кайса ташлар!
Паянхи савăнăçлă каç чаплă ларупа пуçланнăччĕ. Çамрăк специалистсене малашнехи ĕçре ăнăçу сунса, пайтах хĕрӳллĕ сăмахсем каланăччĕ. Анчах Николай Шангинăн чĕрине пĕри те çак пĕчĕкçĕ доцент тин çеç каланă сăмах пек витереймерĕ. Ахальтен мар çав Чумайкин доцента институтра «Ӳсентăран кафедрин чунĕ» теççĕ.
Иван Андреевич каланă пекех, вĕсем Микулайпа иккĕшĕ вечерта чăвашла тухса ташларĕç. Вĕсем хыççăн ыттисем те тӳсеймерĕç, — аслă зал çĕнĕрен кĕрлесе кайрĕ. Кашни хăй енчи пек ташша çапать. Каччăсем хушшинче чипер хĕрсем чечек çыххисем евĕр вĕлтлетеççĕ.
Çапах та... Çапах та Микулай чĕрине вăхăт-вăхăт темĕнле йывăр тунсăх килсе пусать. Салху ăна, кичем. Иван Андреевичпа темĕнле ыррăн калаçни те вăл пехиллесе панă паха парне те канăç кӳреймерĕ. Шуйханнă шухăша ытларах пăлхатрĕ кăна. Ăшĕ вăркать Микулайăн... Ниçта кайса кĕрейми...
Тен, хире тухса хăвăртрах ĕçе тытăнсан, чун лăпланĕ, салху кăмăл хăех сирĕлĕ. Ирхи тĕтре пек, вăрман хĕрринчи кăвайт тĕтĕмĕ пек, хĕвел тĕлне ăнсăртран пырса лекнĕ пĕлĕт ластăкĕ евĕр... Çапла ĕнтĕ вăл пурăнан пурнăçра: пĕр вăхăтрах тем татăлать, тем сыпăнать. Аслă çынсем каларăш, диалектика!..
Алла диплом париччен чылай маларах çамрăк агрономсене ăçта ĕçлеме ăсатассине палăртакан комисси Николай Шангина та хăй черечĕпе чĕнсе кĕртсен, вăл ниçта та мар, тӳрех Çавал тăрăхенчи «Маяк» колхоза кайма кăмăл турĕ. Мĕншĕн? Çакна Микулай хăй те лайăххăн ăнлантарса парайман пулĕччĕ. Ăнлантарса парасах тесен, чылай вăрăм калав е пĕр-пĕр кĕске повесть çырмалла. Пирĕн Николай Шангин вара çырас ĕçе ытлах юратса каймасть. Чăн та, вăрттăн-кĕрттĕне хăйĕн дневникĕнче кăшт-кăшт палăрткалать. Ытахальтен. Чылай чухне çыру çырма та ӳркенет. Çавна пула тăванĕсенчен е хĕрсенчен пайтах ӳпкев илтет.
...Виçĕмçул, Николай Шангин Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхоза практикăна кайма пуçтарăнсан, ăна Шупашкар автовокзалĕнче Шура Шугаева ăсатса янăччĕ. Автобус тапраниччен вăхăт чылайччĕ-ха. Микулайпа Шура автовокзал умĕнчи асфальт тăрăх уткаласа çӳретчĕç. Тĕм-хура куçлă яштака каччăпа тăпăл-тăпăл пӳ-силлĕ чиперкке хĕр. Куçа илĕртекен мăшăр. Таврари çынсем пĕр тĕмсĕлсе те пĕр ăмсанса пăхатчĕç вĕсем çине. Вокзал вокзалах: вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшет. Автобуссем килеççĕ те каяççĕ, çынсем тăтăшах улшăнаççĕ, анчах çав кунхине Микулайпа Шурăна никам та асăрхамасăр юлмарĕ тесен, пĕртте йăнăш пулмасть.
Март уйăхĕччĕ. Автовокзалпа шоссе çулĕ хушшинче юр сĕлтĕшленсе тăратчĕ. Пассажирсем утакан сукмак вырăнĕ-вырăнĕпе пута-пута анатчĕ. Çав сукмакпа пынă чухне Шура та урине сĕлтĕше чиксе кăларма ĕлкĕрнĕ иккен. Чăматанпа рюкзак çĕкленĕ Микулай ăна асăрхайман. Шура хăй те малтанах шарламарĕ. Кăшт çӳрекелесен тин Шурăн çӳллĕ кĕлеллĕ резина ботийĕ лăкăрт та лăкăрт туса пыни илтĕнчĕ.
— Атя-ха, Коля, тенкел çине кайса ларар, — терĕ хĕр. — Пĕрмай утсан — ывăнтарать...
Вĕсем Микулайăн чăматанĕпе рюкзакне хунă хыçлă тенкел çинех пырса ларчĕç. Каччă хĕрĕн чеелĕхне ă-ланчĕ. Çук, Микулай Шурăна кӳрентересшĕн мар, çапах та нӳрлĕ урапа нумаях çӳреймĕн — чирлесе ӳкме те пулать. Умра — çурхи экзаменсем. Микулай текех вăтанса тăмарĕ.
— Шура, — терĕ вăл, шӳтлеме хăтланса, — урана йĕпетсен — пыра лекет, пыра йĕпетсен — урана лекет. Хыв-ха ботине, сан унта лăк тулли шыв пулас... Шапа кваклатнă сасă илтĕнчĕ...
Шура кулса ячĕ те Микулая ал тӳрчĕпе янаххинчен вылямалла тĕртсе илчĕ.
— Хăлху ытлашши вăрăм, пурне те илтетĕн!.. — хăй вара сулахай уринчи ботине туфлийĕ-мĕнĕпех хыврĕ.
Çурхи хĕвел ăшшинче асфальт çуталса пăсланать.
Чипер хĕр капрон чăлха вĕççĕн юлнă урине тенкел çӳллĕшне çити çĕклерĕ. Хĕвел çинче вăл ылтăн тĕслĕ курăнать. Ылтăнран шăратса кăларнă ура. Пӳрне вĕçĕсем çеç шыв лекнипе кăшт тĕксĕмрех тĕслĕ. Микулай тӳсеймерĕ: хĕр урине пӳрнисем вĕçĕнчен икĕ аллипех пăчăртаса тытрĕ. Хĕр шарт сикенçи пулчĕ, кушакăнни евĕр симĕсрех куçĕсемпе каччă куçĕнчен кăнн! пăхса илчĕ.
— Коля, хуллентерех! — терĕ вăл, писев чĕрнеллĕ шĕвĕр пӳрнипе юнаса. — Çынсем тем калĕç...
Анчах Кольăна питĕ ырă. Сивĕ капрон витĕр унăн алă тупанне тĕлĕнмелле ăшă çапать. Ăшă та мар, вĕри!.. Çав туйăм хул тăрăх чĕре патне çиçĕм пек çиçсе пырать, чĕрене хăвăртрах таптарать. Микулай халĕ хĕрĕн шывра шапарнă пушмакне те хăй кăкăрĕнчен тухакан сывлăшпа вĕрсе типĕтме хатĕр.
— Ну, çитĕ! — Шура, хăйĕн чиперкке урине каччă аллинчен вĕçертсе, резина ботине пуçхĕрлĕ тытса силлерĕ. — Шывĕ те ниç тумлам çеç. Уншăн...
Автобус хускалса каяс умĕн, чи юлашкн самантра, Микулай Шурăна машина хыçнерех илсе пычĕ те тутинчен чуптурĕ.
— Сывă пул, тусăм, ан ман!..
— Эс те унта, колхозра, куçна-пуçна ытлашши ан чалхăрт... Пĕр-пĕр тулă хылчăкĕ тăрăнасран сыхлан...
Халь акă Микулай пĕчченех. Автовокзал умĕнче пĕр вĕçĕм халăх хĕвĕшет, вăл — тăр-пĕччен. Йĕрке тăрăх унăн пĕр уйăх канмаллаччĕ-ха. Саккунлă. Институтран пĕрле вĕренсе тухнисем тĕрлĕ çĕрелле сапаланчĕç. Хăшĕсем — канмалли çуртсене, хăшĕсем тăван килĕсене кайрĕç. Никам та тӳрех ĕçе «чăммарĕ».
— Ĕç тилĕ мар, вăрмана тармĕ, — терĕ Микулайăн çывăх юлташĕсенчен пĕри.
Микулай хăй те тăван ялне çитсе курасшăнччĕ. Иккĕн çеç пурăнакан ашшĕпе амăшĕ ывăлне курасшăн тахçантанпах тунсăхлаççĕ. Амăшĕ киле кин кĕртме ĕмĕтленни çинчен çырусенче час-часах систеркелет. Анчах Микулай ĕçлеме тăван ялне каймарĕ: хăйне ытла та çывăх пĕлекен ялйыш хушшинче «алли-ури çыхланассăн» туйăнчĕ ăна. Унта кашниех: «Ха, шĕпĕн, пире вĕрентесшĕн тата!» — тесе йĕкĕлтеме пултарĕ. Ют çĕрте ĕçлеме те, агрономи тĕлĕшĕпе сăнавсем тума та ирĕклĕрех пулĕ.
Халлĕхе çамрăк агроном Николай Шангин Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхоза паллашмалăх çеç кайса пăхасшăн. Ик-виçĕ кунлăха. Унтан вăл хăйĕн канмалли тивĕçĕпе те усă курĕ. Тăван ялне çитсе килĕ. Анчах амăшĕ каллех «кин кĕртесси» çинчен систерсен, Микулай мĕн калĕ-ха ăна?
Шура Шугаева... Ку хĕрĕн ятне Микулайăн ашшĕпе амăшĕ лайăх пĕлеççĕ, Шурăн сăнӳкерчĕкне те çав çулах киле ярса панăччĕ. «Савăнăр, аттепе анне!.. Курăр, эпĕ епле чиперкке хĕрпе çӳретĕп имĕш, — хăйне хăй питлемеллипех питлет халь акă Микулай. — Эх, эсĕ, каппайчăк каптăрма!»
Ун чухне март уйăхĕччĕ. Микулай хĕрĕн чиперкке урине хăй аллипе пăчăртаса ăшăтрĕ. Çапла, ун чухне çул сĕлтĕшлĕ пулсан та, ăшăччĕ. Чун ăшши, юрату ăшши...
Халь акă март уйăхĕ. Хĕртсе хĕвел пăхать. Çывăхра вăрман ешерет. Кăнтăртан лăпкă-лăпкă çил вĕрет. Анчах Микулая сивĕ, унăн чунĕ çӳçенет. Мĕншĕн тесен вăл паян пĕччен. Хĕвĕшекен халăх хушшинче тăр-пĕччен. Çитменнине, автобусĕ те тепĕр сехетрен тин каять. Пĕччен кĕтнĕ чух вăхăчĕ те вăраххăн шăвать, мур илесшĕ! Чугун çул вокзалĕнчи буфета çитсе, сăра ĕçмелле мар-ши? Тен, çăмăлрах пулĕ? Вăхăт та хăвăртрах иртĕ.
Анчах сăра пулăшмарĕ. Çунакан вучаха краççын сапнă пек, каччă чĕри тата хытăрăх çунма тытăнчĕ.
Апла марччĕ виçĕмçул... Çук, апла марччĕ! Ун чухне автобус хуларан ытла та хăвăрт тухса вĕçрĕ. Микулай Шурăпа лайăххăн сывпуллашма та ĕлкĕреймерĕ. Унпала автобус хыçне пытанса чуптунинчен тута çине йӳçек тутă çеç юлчĕ. Çапла, йӳçек тутă... Ĕмĕрлĕхе йӳçек тутă...
«Ах, Шура, мĕн туса хутăн эсĕ? — чирлĕ çын пек хаш та хаш сывласа илет Микулай. — Яту Шура та санăн, чуну... Улталарăн эс мана, шăхăртса хăвартăн... Тен, хамах айăплă?!»
Пĕлтĕр Николай Шангин, пиллĕкмĕш курсри студент, çăвĕпех республикăри малта пыракан «Правда» колхозра пурăнчĕ. Вăл кунта хăйĕн дипломлă ĕçне хатĕрлерĕ. Хăй каларăш, пысăк проблемăллă ĕç. Шăрçа пек шăрçаласа çырни пурĕ клеенка хуплашкаллă виçĕ хулăн тетрадь пулчĕ. Пĕрремĕш тетрачĕн шалти хуплашки çине шултра саспаллисемпе çапла çырса хунăччĕ: «Борьба с эрозией почв (Из опыта колхоза «Правда»)». Тăпра юхăннине чарасси — чăннипех пысăк ыйту. Пĕр «Правда» колхозшăн кăна мар, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕшĕн. Çавăнпа пирĕн Микулай хăйĕн дипломлă ĕçне пĕтĕм чунне пачĕ. Вăл тĕлĕнмелле пуян материал пухрĕ, хăйĕн шухăшне тем тĕрлĕ анализсем туса çирĕплетрĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе вăл Шура патне çыру çырма та вăхăт тупаймарĕ.
Эрози... Хăрушă сăмах... Унпа çине тăрса кĕрешмелле! Тăпра юхăннине чарса лартмалла. Унсăрăн пĕтĕм пурнăç юхăнать. Чăваш республикинчи çĕрсем ахаль те питĕ çырма-çатраллă. Ăçта пăхнă унта — ахрат çăварĕ пек тарăн вар.
Николай Шангинăн дипломлă ĕçне институтри ученăй совет пысăка хурса хакларĕ, çывăх вăхăтрах уйрăм кĕнеке кăларма сĕнчĕ.
Эрози... Çапла, хăрушă япала. Анчах чун эрозийĕ тата хăрушăрах... Микулай пĕлтĕр диплом умĕнхи практикăран таврăннă тĕле Шура качча тухнă иккен... Акă сана эрози!..
2
Шупашкартан Çĕрпӳ еннелле каякан шоссе çулĕпе пысăк автобус хăйĕн кĕрнекĕшне кура мар çăмăллăн вĕçтерсе пырать. Пирĕн Микулая автобусра лайăх вырăн лекнĕ. Вăл кантăк çумĕнче ларать. Кунтан сăнаса пыма питĕ аван.
Çулăн икĕ енĕпе те ешĕл вăрман тăрăхĕсем тăсăлаççĕ. Халиччен çак çулпа çӳресе курман çын, вăрман витĕр пыратăп тесе, пĕр иккĕленмесĕрех шутлама пултарать. Йывăçсем хушшипе таврари уй-хир, улăх-çаран пачах курăнмасть. Мускавран килнĕ пĕр паллă поэт çăмăл,машинăпа Канашран Шупашкаралла пынă май чăнласах çавнашкал иллюзие парăннă, теççĕ.
«Акă Чăваш çĕршывĕ — талккăшĕпе вăрман!» — сăвă каланă пекех хавхаланса çунатланнă-мĕн вăл.
Пытараймăн, илемлĕ çул, чаплă пейзаж! Тата çĕмĕрт тин çеç çеçкене ларнă та, унăн тĕмисем, шурă кĕпе тăхăннă хĕрсем автобуса тутăр сулса ăсатнă пек, вăрман хĕрринче умлă-хыçлах вĕлтлете-вĕлтлете юлаççĕ. Уçă кантăкран машинăна уçă çил вăркăша-вăркăша кĕрет. Ĕмĕрте сăвă çырса курман çыннăн та чунĕ çĕкленсе каймалла.
Анчах пирĕн Микулайăн чунĕ пусăрăнчăк. Мĕн çитмест сана, Микулай? Санăн чĕре çумĕнчи кĕсйӳнте диплом. Эсĕ — çамрăк агроном. Эсĕ ĕçе каятăн, ху суйласа илнĕ колхоза. Чăн та, халь малтанлăха çеç-ха, паллашмалăх. Институт пĕтернĕ хыççăн сана канма ирĕк панă. Эсĕ тӳсеймерĕн, Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхоза çитсе курасах терĕн. Халь ĕнтĕ санăн ĕç çинчен шухăшламалла, плансем тумалла, ĕмĕтленмелле.
Çамрăк специалистсем малтанхи хут çула тухни çинчен, вĕсен чун-чĕри мĕн тери çутă ĕмĕтпе «ялкăшса çунни» çинчен эсĕ, Микулай, очерксем те, калавсем те пайтах вуланă. Вĕсем, çамрăк ăстасем, хăйсем ĕçлеме тытăнас çĕре «çутă ĕмĕтĕн сарлака çуначĕсене варкăштарса» пырса çитеççĕ имĕш. Урăх нимĕнле те мар, çапла кăна! Анчах эс пур, акă, пейзажпа киленсе пыратăн. Çук, пейзажĕ те илĕртмеллипех илĕртмест-ха сана, пуçĕпех çавăрса илеймест. Ăш вĕçнĕ çын...
Микулай автобус кантăкĕнчен хăпать те хăйпе пĕрле ларса пыракан çынсем çинелле çаврăнса пăхать. Çынсем чĕнмеççĕ — пĕрисем тĕлĕреççĕ, теприсем хăйсен шухăшĕсене шухăшлаççĕ. Хыçалта çеç икĕ инке тем халапланать, вĕсен сăмахне уйăрса илме çук. Микулайăн куçĕ, пассажирсен пуçĕсем тăрăх шуса пынă май, сасартăк пĕр хĕрĕн сăнне асăрхарĕ. Тĕлĕннипе-унăн самантлăха мăйĕ те хытса ларчĕ. «Шура Шугаева?!. Пулма пултараймасть!..»
Çук çав, Шура мар. Шурăпа пĕр сăнлă хĕр. Çук, çук, сăнĕ те пĕр мар, аякран пăхнипе çеç çапла курăнчĕ. Шурăн сăмси тӳрĕ, кунăн каçăртарах. Куçĕсем те, çӳçĕ те, тути те — йăлтах урăхла.
Каснă çăкăр чĕлли... Микулайшăн халĕ Шура çавă кăна. Анчах каснă çăкăр чĕлли час-часах рюкзакра е чăматанра вырăн тупать те санпа пĕрлех çула тухать. Шурăн ячĕ Микулай чĕринче. Тепле ыраттарсан та, кăкăртан тухма пĕлмест. «Ах, Шура, Шура, мĕн туса хутăн-ха эс?..»
Спорт ăмăртăвĕсенче ялхуçалăх институчĕпе педагогика институчĕн командисем час-часах тĕл пулатчĕç, пĕри тепринчен мала тухассишĕн тупăшатчĕç. Микулай Шурăпа çавăн пек спорт ăмăртăвĕнче, стадионра, паллашнăччĕ. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ те иккĕмĕш курсра вĕренетчĕç-ха. Малтанхи вăхăтра пĕр-пĕрне куçран пăхма та вăтанатчĕç.
Пĕррехинче чăваш спортсменĕсен пĕрлехи команди Атăл тăрăхĕнчи пысăк хулана спартакиадăна кайнăччĕ. Анчах унта хавасланмалли нумаях пулмарĕ, кӳренмелли вара — ытлашшипех. Пирĕн команда «хӳрене тăрса юлчĕ». Малти хăшпĕр вырăнсене уйрăм спортсменсем çеç йышăнчĕç. Калăпăр, Николай Шангин, вунă километра чупса, иккĕмĕш приз илнĕччĕ. Шура Шугаева вара гимнастика тунă чухне пĕрене çинчен икĕ хутчен те тĕшĕрĕле-тĕшĕрĕле анчĕ. Вăл ăмăртăва тек хутшăнмарĕ.
Спартакиадăран таврăннă чух, пăрахут çинче, Микулайăн Шурăна çул тăршшĕпе йăпатса килмелле пулчĕ. «Ун пекки çеç пулать-и вăл спортсмен пурнăçĕнче! Лăплан, Шура, лăплан... Ӳкесси те, ура хуçасси те наччасах...»
Шăп çавăн чухне ĕнтĕ Микулай Шурăна чи ăшă сăмах каларĕ: «Юрататăп... Ĕмĕр пĕрле пулăпăр...»
Анчах вĕсем ĕмĕр мар, тăватă çул та пĕрле çӳреймерĕç. Микулай эрози çинчен диплом хӳтĕлерĕ, савнă хĕрне вара... çухатрĕ. Унăн куçĕ умĕнче халĕ пĕрехмай пĕр сăнлăх. Виçĕмçул... практикăна тухса каяс умĕнхи вăхăт... Микулая ăсатма Шура автовокзала пынă... Ăнсăртран резина ботине сĕлтĕшлĕ шыва чиксе кăларнă. Лăкăрт-лăкăрт, лăкăрт-лăкăрт туса пырать ботири шыв. «Шапа кваклатнă сасă илтĕнет», — терĕ ун чухне Микулай. Лешĕ, пĕр кулса, пĕр кулса та мар тенĕ пек, хирĕç лаплаттарса хучĕ: — «Хăлху ытлашши вăрăм, пурне те илтетĕн!..» Ку ĕнтĕ ашак тениех пулчĕ. «Çапла çав, вăрăм хăлхуна усса юлтăн, ашак!» — татах та татах питлет Микулай хăйне хăй.
Шура электроаппаратура заводĕнчи пĕр урçа инженера качча тухнă, терĕç. Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер, сăпкаллă мотоцикл, телевизор... Микулай Шурăна унтанпа пĕрре те тĕл пулман. Шура — хулара çитĕннĕ хĕр. Хула хĕрĕ яла каясран хăрарĕ пуль çав. Мĕн тăвать-ха вăл яла кайса? Кĕрлĕ-çурлă — пылчăк, хĕлле — мăрье таран юр хӳсе каять. Хулара — асфальт, кино, театр, филармони...
Микулай Шура сăнне пуçĕнчен кăларса ывăтма тăрăшать, Шурăн сăн-питĕнче мĕн те пулин тиркемелли шырать. Çапла, унăн куçĕ вăхăт-вăхăт кушакăнни пек симĕсчĕ, ахăлтатса кулнă чухне вара çуйкăн çăварĕн икĕ енчен шĕвĕркке икĕ асав шăл туха-туха ларатчĕ. Çуйкăн хĕр — пăхсах курăнать. Çуйкăн çеç мар, çăткăн та... Урçа пурлăхне хапсăнчĕ имĕш. «Пурăнтăр! Телей сунатăп. Мана кирлĕ мар эсир. Эпĕ колхоза ĕçе каятăп, манăн ĕç çинчен шухăшламалла...» — çине тăрсах хăйне хăй «пăркăчлать» Микулай. Анчах унăн пуçĕнче асар-писер çил-тăман. Сĕрĕм... Сӳннĕ юрату сĕрĕмĕ. Сӳннĕ?.. Сӳнсех çитеймен çав...
Тата Çавал тăрăхне мĕн амакĕ туртать-ха ăна?.. Мĕн йыхăрать, мĕн илĕртет?..
Пуçĕнчи асар-писер шухăшĕпе арпашăнса пынă май, Шангин ура çывăрса кайнине те сисеймерĕ. Çĕрпӳри автостанцире машинăран тухсан, вăл, тунахар йывăç урапа утнă евĕр, малтанхи утăмĕсене кăнттаммăн çеç тăнкăл-танкăл ярса пусрĕ. «Ав еплерех минретет иккен пуçа юрату сĕрĕмĕ!»
Колхоза халлĕхе курмалăх-паллашмалăх тенĕ пек килнĕ пирки Микулай хăйпе пĕрле ытлашши япала нимех те илмен. Унăн пĕтĕм хуçалăхĕ — рюкзакра. Чи кирлĕ япаласем: алшăллипе супăнь, клеенка хуплашкаллă хулăн тетрадьпе виç-тăвтă кĕнеке, хырăнмалли хатĕр-хĕтĕр...
Чи кирли... Чи кирли унта Иван Андреевич парса янă кучченеç — пĕчĕкçĕ икĕ шурă хутаç. Тулăпа кăшман вăрлăхĕсем. Паха йышшисем. Вĕсене кăçалах акса хăвармалла, çĕр аннемĕрĕн ăшă кăкăрĕ çине хумалла.
«Сăна, тĕпче, шыра!.. Халиччен пулманнине йĕрлесе туп! — аса илчĕ Микулай хăй хисеплекен доцентăн сăмахĕсене. — Халăха çăкăр çитер, агроном юлташ!..»
Рюкзаксăр пуçне, сулахай алă хурси урлă «агроном юлташ» хăмăр плащ уртса янă. Малтанлăха мĕн кирлĕ тата ăна? Колхоза çитсен, вăл тӳрех хваттер тупать. Ку тĕлĕшпе ытлашши пуçа ватма та кирлĕ мар. Виçĕмçул пурăннă хӳтĕ кил-çурт хапхине уншăн кăçал сăлăп ярса хуман-тăр-ха...
Унтан çамрăк агроном (çапла, агроном!) колхоз ĕçĕсемпе те планĕсемпе паллашать, вара кӳршĕ района — тăван ялне кайса килет. Кун хыççăн «Маяк» колхоза вырнаçмаллипех вырнаçать. Тен, яланлăхах, ĕмĕрлĕхех...
Район центрĕнче Никодай Шангин нумаях тытăнса тăма шутламарĕ. Ялхуçалăх управленине çитсе, министерство путевкине евитлерĕ те çула май райкомола кĕрсе пăхрĕ. Лере те, кунта та аслисем çукчĕ. Аслисем ялта. Вĕсем ĕнтĕ çурхи акан юлашки гектарĕсене «штурмлаççĕ»...
Анчах районта самантлăха чарăнса тăни уншăн харама каймарĕ.
Вакун пек ансăр та вăрăм пӳлĕмре икĕ йĕкĕт тем пирки хĕрсех калаçаççĕ. Пĕри сĕтел хушшинче ларать, тепри ун умĕнче каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет. Сĕтел хушшинче лараканни, тĕрĕссипе, шарласах та каймасть-ха, уткаласа çӳрекенни вара аллисемпе хăлаçлансах çуйхашать. Микулай пырса кĕрсен, вĕсем шăпăртах пулчĕç.
— Каçарăр, чăрмантартăм пулас, — терĕ Микулай, хăй çапах та хăюллăнах малалла иртрĕ. — Паллашăпăр — Шангин, — вăл малтан сĕтел хушшинчи йĕкĕте алă пачĕ, унтан — каллĕ-маллĕ уткалаканнине. — Ĕçлеме килтĕм... Путевка — «Маяк» колхоза.
Сĕтел хушшинчи йĕкĕт, Шангина алă панă май, тем каларĕ те хĕр пек хĕрелсе кайрĕ. Микулай унăн хушаматне лайăххăн илтсе юлаймарĕ, «райкомол инструкторĕ» тенине çеç уйăрса юлчĕ.
Уткаласа çӳрекенни вара сасартăк хĕпĕртесе ӳкрĕ.
— Гварди! Ӳсет пирĕн гварди!.. — чышкине чăмăртаса çӳлелле çĕклерĕ вăл. — Эс пур, калаçатăн... — хăй çавăнтах райкомол инструкторĕ çине ӳпкевлĕ куçпа пăхса илчĕ.
Инструктор тата хытăрах хĕрелсе кайрĕ, анчах хирĕç чĕнмерĕ.
Ку, хĕпĕртекенни, «Маяк» колхозри комсомол организацийĕн секретарĕ Кариньков пулчĕ иккен. Василий Семенович Кариньков. Паллашнă чухне вăл хăй çапла пĕтĕм титулĕпе-мĕнĕпе пĕлтерчĕ.
— Шел, эпир халиччен тĕл пулайман, — терĕ вăл, çутă чакăр куçĕсемпе Микулая шăтарас пек тинкерсе пăхса. — Виçĕмçул, эсир пирĕн колхозра практикăра пулнă чухне, эпĕ... ăçтаччĕ-ха çав эпĕ? А-а, аса илтĕм!.. Ун чухне эп хам та практикăраччĕ, анчах урăх районта...
Хӳхĕм йĕкĕт çак Ваçлей Кариньков. Çӳллĕ те яштака пӳ-си. Çутă чакăр куç. Яланах ятуллă тумланса çӳрет. Халĕ те акă ун çийĕнче хула каччисем тăхăнакан симĕсрех шукăль костюм, тĕм-хура пурçăн кĕпе. Çырă вăрăм çӳçне хыçалалла тураса хунă. Çав вăхăтрах хăй хăлаçланса калаçма юратарах панипе çӳçĕ унăн нихçан та пĕр тикĕс выртмасть, кашни хускалмассерен, аслăк çинчи улăм çилпе тусăннă пек, çамки çинелле лăстăр та лăстăр ишĕле-ишĕле анать. Кариньков вара, вăрăм пӳрнисене тармакласа, милкемес çӳçне каялла çавăра-çавăра хурать.
Кариньков Шангинпа «халиччен тĕл пулайман» тени тĕрĕсех мар. Виçĕмçул, практикăра чухне, Микулай Каринькова темиçе хут та курнă, çывăххăн паллашайман кăна. Сăлтавĕ пулман. Лешĕ, культпросвет шкулĕнче вĕренекенскер, чăн та, çав çулхине урăх районта практикăра çӳренĕ. Вăхăт-вăхăт тăван ялне килкелесе кайнă.
«Юрĕ-çке, ку нимех те мар, — хăй «ăссĕн кулкаласа илчĕ Шангин. — Пысăккисем пĕчĕкреххисене асăрхамасан та пултараççĕ. Çӳллĕ çын çӳллĕ çынах. Хĕвел тухнине те вăл ыттисенчен икĕ минут маларах курать, теççĕ. Чăкрашланар мар. Ӳлĕм пĕрле ĕçлемелле».
Микулай пĕлет: ялта çак хӳхĕм йĕкĕте куç умĕнче Василий Семенович Кариньков тесе чĕнеççĕ. Куç хыçĕнче вара — Каринькка Ваççи. Ку, паллах, ниме те пĕлтермест. Ялйышра йăли çавнашкал: кашни çыннăн хăйне уйрăм тăрăхла ят, тăрăхла хушамат пур.
Халлĕхе Шангинпа Кариньков çĕнĕрен паллашрĕç. Сăнĕпе те, пӳ-сийĕпе те, тумĕпе те Кариньков питĕ килĕшрĕ Микулая. Сăмахĕсем тата мĕнешкел: «Гварди!.. Ӳсет пирĕн гварди!..» Кăшт ытлашширех те ĕнтĕ, пырĕ.
— Вăт, Шангин юлташ, — терĕ Кариньков евĕккĕн те сумлăн, — тин кăна эпир кунта пĕр япала пирки тавлашаттăмăр, — Кариньков пуçне райкомол инструкторĕ еннелле сĕлтсе илчĕ. — Пире пĕр вĕçĕм ятлаççĕ: çамрăксене ялтан тартса пĕтертĕр, теççĕ.
— Тĕрĕс мар-им? — пӳлчĕ ăна инструктор, хĕр пек хĕрелсе.
— Тĕрĕс!.. Пулнă вăл япала, — килĕшрĕ Кариньков, — анчах малашне апла пулмасть... Колхоз пире клуб лартса пачĕ... Чаплă, клуб! Ун пекки таврара та çук. Самодеятельноç, самодеятельноç тата! — дирижер пек хăлаçланса илчĕ вăл. — Ăçта курнă эсир пирĕнни пек хор? Чăваш ансамблĕпе ним мар тавлашма пултарать!..
— Çапах та çамрăксем ялтан тараççĕ, — тата хытăрах хĕрелсе кайрĕ инструктор. — Тараççĕ, Кариньков юлташ! Факт!
— Ну, ĕнтĕ, таракансене çĕр çумне кăвапинчен çиппе туртса çыхаймăн, — вăрăм аллине ваштах сулчĕ Кариньков.
Микулай сăмах хушмасăр тӳсеймерĕ.
— Çыхмалла çав, — терĕ вăл кулкаласа. — Çĕр çумне кăвапаран туртсах çыхмалла.
— Эсир шӳт тăватăр, — кӳрененçи пулчĕ Кариньков. — Чăннипе, кунта ним кулмалли те çук.
— Эпĕ кулса мар, — пусăрăнчăк кăмăлпа хуравларĕ Шангин. — Ăнланăр!.. Этем тени мĕн пĕчĕкрен тăван çĕр çумне кăвапипе, пĕтем чун-чĕрипе çыпçăнмасан, ялта ăна вĕренпе кăкарса та тытса тăраймăн. Эс акă клуб, хор, ансамбль тетĕн... Питĕ аван! Анчах этем тени çĕр çинче юрласа-ташласа кăна пурăнмасть. Чи малтан хырăмне тăрантма çăкăр тăвать. Сухалать, акать, тырпул ӳстерет...
— Эсир агроном та-ха...
— Эпĕ хам пирки мар, ĕç этем чи малтан чун каниччен ĕçлет. Унтан, ĕçлесе кăмăлĕ тулсан, юрлать, ташлать.
— Чимĕр, эпир таçта ытлашши шала кĕрсе кайрăмăр... Çур автанла, — ирĕксĕртереххĕн кулса илчĕ Кариньков. — Пĕрле ĕçлĕпĕр!.. Пĕрле!..
— Тĕрĕс, — йăл çуталчĕ инструктор сăнĕ. — Паллах, пурнăçри кăткăс ыйтусемпе дискуссисем ирттерни кирлĕ. Питĕ кирлĕ! Эппин, ку пуçламăшĕ пултăр!
— Хам та çавнах калатăп мар-и, — «çилкĕçне» сасартăк çавăрчĕ Кариньков; унччен те пулмарĕ, хăй питĕ тӳрккессĕн ыйтрĕ: — Çемье тĕлĕшпе сирĕн ĕç-пуç еплерех, Шангин юлташ? — терĕ вăл. — Авланнă-и е авлан-ман? Пĕр сăмахпа...
— Пĕр сăмахпа — анкета? — тĕм-хура куçне чеен ялкăштарса илчĕ Шангин.
— Çу-ук, мĕн эсир?.. Юлташла...
— Юлташла пулсан... авланма ĕлкĕреймен-ха.
— Юрать, хамăр ялта хĕр тупса парăпăр, — терĕ Каринькюв питĕ кăмăллăн. — Çавал тăрăхĕнче хăва кашласах ӳсет!..
— Хулă валли мар-и?
— Эсир каллех шӳт тăватăр... Пирĕн колхозра чăн та лайăх хĕрсем пур...
— Шута илĕп, — сăпайлăн пуç тайрĕ Шангин. — Унччен ман хамăн учета тăмалла-ха...
— Тархасшăн, — хальхинче хĕрелмесĕрех сăмах хушрĕ инструктор. — Формальность... Тивĕçлĕ документсем...
Кăкăр çумĕнчи кĕсъерен Микулай пĕр тĕрке хут кăларчĕ те, инструктор сĕтелĕ çине хурса, пĕрерĕн-пĕрерĕн суйлама тытăнчĕ. Кунта паспорт, министерство панă путевка, комсомол билечĕ, диплом, ДОСААФ па спорт обществин билечĕсем, ытти хутсем... Пурте пĕрле.
— Пĕр-пĕр тĕнче каскăнĕ мар... Документсем йăлтах йĕркеллĕ, — Микулай, комсомол билетне уçса, инструктора тыттарчĕ. — Учет карточки те тап-тасах... Институтра выговор таврашĕ илме ĕлкĕреймерĕм
Çав вăхăтра Микулайпа юнашар тăракан Каринькова урăххи кăсăклантарчĕ.
— Эх, çав институт дипломне алла тытса курасчĕ, — терĕ Кариньков, сĕтел çинче выртакан документсем хушшинчен тĕксĕм кăвак хуплашкаллă кĕнекене суйласа илсе. — Те заочно тытăнмалла ĕнтĕ?! Мĕн вăл маншăн культпросвет шкулĕн дипломĕ!..
Кариньковăн сассинче пĕр ăмсанни, пĕр пăшăрханни сисĕнет. Паллах, кунта усалли нимĕн те çук. Пурнăçра кам ăмсанмĕ-ха институт дипломне? Микулайăн та кăмăлĕ çĕкленчĕ. Мăнаç кăмăл!.. Ан тив, курччăр çамрăк юлташсем: вĕсем умĕнче пĕр-пĕр шĕпĕнтей мар, аслă шкултан вĕренсе килнĕ чăн-чăн агроном. Ĕлĕкхилле каларăш, ученăй агроном. Юлашки çулсенче çак сăмах çĕнĕрен, тата сулмаклăрах илтĕне пуçларĕ. Çапла, ученăй агроном!..
Анчах кунта Микулайшăн питĕ аван мар япала пулса тухрĕ. Кариньков унăн дипломне уçрĕ те тĕлĕннипе малтан ним чĕнеймесĕр хытса тăчĕ.
— Чимĕр-ха, — терĕ вăл, — палланă сăн... Тĕлĕнмелле чипер хĕр, анчах...
Микулай шартах сикрĕ. Ăна такам çамкаран чукмарпа килсе çапнă пекех пулчĕ. Вăл хăйĕн дипломне Кариньков аллинчен карт туртса илчĕ те кăкăр çумĕнчи кĕсйине чикрĕ. Унтан сĕтел çинчи ытти докуменчĕсене пуçтарчĕ. «Тăм пуç, çăмăлттай! — чи хаяр сăмахсемпе ятласа тăкрĕ вăл хăйне хăй. — Выставка уçнă. Мĕнпур хут татăкĕсене кăларса хунă... Курăр! Савăнăр! Каппайчăк!»
Ку сăнӳкерчĕкне Микулай яла тухса килес умĕн çеç чăматан тĕпĕнче, тахçанхи çырусем хушшинче, шыраса тупнăччĕ. Ниçта хума аптăранипе ăна диплом варрине хурса янăччĕ. Ытти çĕрте лӳчĕркенме пултарать... Халь акă ме сана! Сăнӳкерчĕкĕ лӳчĕркенме мар, пылчăк ăшне варăннă пекех туйăнчĕ.
Шангинăн кăмăлĕ сасартăк пăлханса кайнине Кариньковпа райкомол инструкторĕ кĕретĕнех курчĕç. Вĕсене хăйсене те аван мар пек пулчĕ.
— Каçарăр, — терĕ Кариньков евĕккĕн, — эпĕ пĕлмен, анчах...
— Нимĕн анчахĕ те çук, — куланçи туса аллине сулчĕ Шангин. — Иртнĕ-кайнă... Манăн хăвăртрах яла çитмелле.
— Пирĕн кунта машина пур, — хаваслансах пĕлтерчĕ Кариньков. — Эсир кĕтме тӳсĕм çитерсен, тен, пĕрле кайăпăр.
— Нумай кĕтмелле пулĕ-ши?
— Мĕнле калас...
— Тăватă сехетре райкомол бюровĕ пухăнать, — хĕреле-хĕреле сăмах хушрĕ инструктор. — Çав тĕле бюро членĕсем колхозсенчен таврăнаççĕ... Секретарьпе калаçнă пулăттăр... Тен, ларăва юлма кăмăл тăватăр?!
«Вăтам шкулта тăван чĕлхепе литературăна питĕ тăрăшса вĕреннĕ пулас ку йĕкĕт, — хăй ăссĕн шухăшларĕ Микулай. — Чăвашла ытла тĕрĕс пуплет. Кашни сăмахĕ хăй вырăнĕнче».
— Лару... — кăшт тытăнарах тăчĕ Шангин. — «Маяк» колхоз пирки мар пуль те унта?
— Çук, — сумлăн хуравларĕ инструктор. — Кариньков юлташ пирĕн бюро членĕ. Ăна паян çавăнпа чĕнсе илтĕмĕр.
— Питĕ аван, — терĕ Шангин. — Çапах пурнăçа ларуран пуçăнас мар-ха...
— Вăл та тĕрĕс, — килĕшрĕ Кариньков. — Апла сире ăсатса яма пулать... Халех, шофера шик шăхăратпăр кăна!..
Шангин райкомол инструкторĕпе алă тытса сывпуллашрĕ те Кариньковпа пĕрле урамалла тухрĕ. Анчах райком умĕнче нимĕнле машина та çук иккен.
— Эх, çав шоферсене! — эрленчĕк кăмăлне пытараймасăр мăкăртатса илчĕ Кариньков. — Куçран кăшт вĕçертетĕн кăна, туххăмрах таçта тĕнче уçлăхне кайса çухалаççĕ... Магазин, чайнăй...
— Нимех те мар-çке! — терĕ Микулай рюкзакне çурăм хыçне меллĕрех майлаштарса çакса. — Çанталăк лайăх... Çулĕ такăр... Ман пирки чăрманма кирлĕ мар...
— Ну, каçарăр эппин, Шангин юлташ, — çепĕççĕн пуç тайса алă пачĕ Кариньков. — Ыран тĕл пулăпăр...
— Мĕн калаçмалли пур унта!.. Колхоза эпĕ пĕр кунлăха кăна килмен вĕт. Пĕр-пĕрне йăлăхтарса та çитерĕпĕр-ха...
— Йăлăхтарас марччĕ, — кăмăллăн çиçсе илчĕç Кариньковăн чакăр куçĕсем.
— Сăмах май кăна... Ну, чипер! Лару ăнăçлă иртмелле пултăр, — Шангин Каринькова тепĕр хут алă пачĕ. — Чи йывăр проблемăсене кал-кал татса пама ырă сунатăп!..
Вĕсем иккĕшĕ те ахăлтатсах кулса ячĕç.
Микулай, сулмаклă рюкзакне кăлт-калт сиктерсе илсе, чул сарнă шоссе çулĕпе колхозалла тухса уттарчĕ.
3
«Маяк» колхоз район центрĕнчен вуникĕ километрта ларать.
Çанталăкĕ, чăн та, питĕ ырă. Çавал хĕррипе выртакан шоссе çулĕ те тап-такăр. Микулай çуран çӳреме хăнăхнă. Юратать вăл тăван çĕр тăрăх утма. Кай та кай малалла, мĕн кӳрнине сăнаса пыр. Шухăшла.
Çурхи савăк кунсем. Пĕтĕм çĕр кăкăрĕ киленӳллĕн ăшăнса сарăлнă. Хĕвел çути ӳкмен тарăн лупашкасемпе шырлансенче кăна юр ирĕлсе пĕтеймен-ха. Вырăн-вырăн сарă хăйăр çинче ейӳрен юлнă пăр лаптăкĕсем хуралса выртаççĕ. Çавăнпа-и, тен, пите-куçа кас-кас сулхăн сывлăш киле-киле çапать. Çуран утса хĕрнĕçем ку ĕнтĕ ытла та аван. Кăкăр уçăлать, шухăш тата ытларах тăрăлать, çуталать. Пуçри «çӳп-çап» аяккалла сирĕлет.
Тасалăх, тасалăх, тасалăх...
Микулай халь ĕнтĕ пурнăçри тĕрлĕ кăлтăксемшĕн хăйне хăй пĕр-пĕр ют çынна ятланă пекех ятлама пултарать.
«Тӳсĕмсĕр этем эс, Шангин юлташ! — терĕ вăл хăйне. — Шухăша пуç тавра лайăххăн çавăрса илмесĕрех атакăна ыткăнатăн. Пуçтах этем! Ытла тӳррĕн кастаратăн. Пур чухне те апла юрамасть. Мĕне кирлĕччĕ-ха ĕнтĕ çав Каринькова, тин паллашнă çынна, политэкономи урокĕсем вĕрентме?.. Этем тени малтан ĕçлемелле, унтан юрламалла, ташламалла... Тата мĕн тери çăмăлрах эс, Шангин юлташ!.. Сĕтел çине туххăмрах пĕр купа документ кăларса хуратăн... Диплом варринче — хĕр сăнӳкерчĕкĕ... Чĕре çумĕнче усрамалли япала...»
Шухăшланă май Микулайăн çамкине пăчăр-пăчăр вĕри тар тапса тухать.
Епле-ши унта, «Маяк» колхозра? Мĕн хушăннă-ши, мĕн катăлнă-ши? Виçĕмçул Микулай унта производство практикине питĕ ăнăçлă ирттернĕччĕ. Каллех ырă аса-илӳсем капланса килеççĕ, куç умне илĕртӳллĕ сăнлăхсем туха-туха тăраççĕ. Унта, çак тӳлек Çавал хĕрринче, пĕр чун тĕпренчĕкĕ пур. Халĕ Микулайăн аманнă чĕришĕн пĕртен-пĕр шанчăк çавăнта пек туйăнать. Анчах шанма тивĕç пур-ши унăн? Хăйне Шура Шугаева кӳрентернĕ пекех кӳрентермерĕ-ши вăл çав хĕре?.. Хĕрĕн сăпайлă çырăвĕсене хирĕç Микулай, чул чĕреллĕ çын евĕр, шăпăрт та чĕнмерĕ. Сăнӳкерчĕкне таçта чăматан тĕпне пăрахса ячĕ те «нуша килсен» тин пĕрле чиксе тухрĕ. Унччен кĕте-кĕте ывăннă хĕр текех çыру çырма та пăрахрĕ. Тĕрĕс, Микулайăн ун чухне Шура пурччĕ. Вăл Шурăна чунтанах юратнă, çавăнпа ялти хĕре нимĕн те шантарса калама пултарайман. Унашкал шантарсан, вăл ăçтиçук путсĕр этем пулнă пулĕччĕ. Çапах та халь акă... Микулайăн тунсăхланă чĕри Çавал тăрăхнелле ахаль мар туртăнать.
Виçĕмçул Николай Шангин, ялхуçалăх институчĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕренекен студент, «Маяк» колхоза практикăна пырса çитнĕ-çитменех ăна пĕр хĕр юратса пăрахнăччĕ. Выляса-кулса мар, чăнласах...
Пулас агрономсен практики юрлă-шывлă çуркуннерен тытăнса хура кĕркуннеччен пырать. Пĕр сăмахпа, вĕсен тырпула акмалла, пăхса çитĕнтермелле, пухса кĕртмелле. Ку ĕнтĕ цикл тени пулать.
...Ун чухне, Микулай практикăна пуçăннă вăхăтра, хуралтă çунаттисенчен шăпăртатсах тумла юхатчĕ. Кăнтăртан вĕçсе килсе йăва çавăрма ĕлкĕрнĕ кураксем тислĕклĕ çулсем çинче çимĕç шыраса, кăмăлсăррăн уткаласа çӳретчĕç. Çĕр юртан тасаласса, суха тимри нӳрлĕ хура тăпрана месерле çавăрса пăрахасса чунтанах кĕтеççĕ вĕсем. Вĕсен ĕнтĕ çăмарта тума вăхăт çитет, унтан кĕçех чĕпписем шиплетсе тухаççĕ. «Хура пулсан та хамăн», — тет курак хăй чĕпписене. Вĕсем валли ăман кирлĕ...
Шăнкăрч вĕрçĕнĕ вĕлле умне тухса ларнă та çунат çапсах юрра шăрантарать, ăшă хĕвеле саламлать. Çывăхри çĕмĕрт турачĕсем хушшинче çерçи чĕвĕлтетет. Калăн, шăнкăрчпа ăмăртасшăн.
Çураки умĕнхи канăçсăр кунсем. Ял ĕçченĕ мĕн кирлине хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах туса ĕлкĕреймен вак-тĕвек те пайтах иккен. Механизаторсем, авă, хăйсен ака-суха агрегачĕсене тĕрĕслеççĕ. Кунта пĕр шăлтăрми çитмест, лере — тепри. Çавăнпа тимĕрç лаççинче вĕркĕч йывăррăн хашлатса сывлать, вучахра кăвар шăранать, тимĕр-хурçă хĕрет, ял вĕçне илтĕнмелле сунтал янăрать.
Машинăсем лартмалли лупас айĕнче темĕнле сенкер çиçĕм йăлтлата-йăлтлата илет. Тимĕрçĕ туптаса сыпăнтарайманнине слесарьсем электросварка çулăмĕпе шăратса сыпăнтараççĕ.
Ахаль чух колхоз председателĕ Александр Васильевич Сармаев вăраххăнрах çавăрăнкалаканччĕ. Халь, авă, вăл та хивреленнĕ. Хăйĕн тапчам пӳ-сине кура мар, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест, çăмха евĕр, тăтăшах каллĕ-маллĕ кускалать. Паллах, Шангиншăн ку питĕ лайăх пулчĕ. Сармаевран вăл утăм та хăпмарĕ, кунĕ-кунĕпе унпа пĕрле çӳресе, колхоз хуçалăхĕпе самаях тĕплĕн паллашрĕ.
Çук, çук!.. Производство практикине ирттермелли плана нимĕнле юрату таврашĕ те кĕменччĕ. Иртен пуçласа каçчен, поэт каларăш, автанран автанччен ĕçлемелле!.. Планра — пĕр çавă кăна!.. Тĕпчемелле, тĕрĕслемелле, сăнамалла, пĕтĕçтермелле, мĕн пĕтĕçтернине куллен çырса пымалла. Тен, çĕрĕç наукишĕн пĕр-пĕр ахах тĕпренчĕкĕ тупма май килĕ?! Çамрăк пуç ĕмĕтленет. Çамрăк ĕмĕтшĕн тĕнчере нимĕнле чикĕ те çук. «Чим-ха, чим, — çавăнтах хăйне хăй пӳлет пирĕн Микулай, — ĕмĕтленни аван, çапах, тепле ĕмĕтленсен те, ăмăрткайăк пулса вĕçме çук. Эсĕ, пулас агроном, чи малтан çĕрте чаваланма тивĕç. Санăн ахах тĕпренчĕкне тислĕк айĕнче шырамалла. Çавна ан ман, хисеплĕ юлташ!.. Чăн та, çуркунне юн вылять, теççĕ. Асту, Микулай, сыхлан! Эс кунта куçна-пуçна чалхăртма мар, ĕçлеме килнĕ».
Анчах çуркуннен хăйĕн мелĕ-мехелĕ. Çуркунне пĕтĕм çутçанталăк чĕрĕлет, упа та ура çине тăрать.
Тимĕрç лаççи çумĕнчех — колхозăн пысăк гаражĕ, машинăсем лартмалли лупасайĕ. Шангинпа председатель пырса çитнĕ чухне унта «Беларусь» трактор, хăмшăлнă юра аштарса, кару хăваланă пек çаврăнатчĕ. Малтанах Микулай трактор çинче кам ларнине те лайăххăн асăрхаймарĕ. Тракторист-тракторист, те арçын вăл, те хĕрарăм — уйăрса та илеймĕн. Çийĕнче — мамăк пустарнă кĕске пиншак, пуçĕнче — мулаххай. Пиншакĕ те, мулаххайĕ те машина çуне самаях тутанса пăхма ĕлкĕрнĕ. Мулаххай хăлхи айĕнчен авăна-авăна тухнă сарă çӳç кăтрашкисене курсан тин студент-практикант трактора кам тытса пынине пĕлчĕ.
Кунта тĕлĕнмелли нимех те çук-ха. Механизаторсен йышĕнче хĕрсем сахал мар. Тĕлĕнмелли кунта акă мĕн: «Беларусь» трактора тытса пыракан сарă хĕр пирĕн Микулая шăп та лăп çав самантра юратса пăрахнă иккен. Тӳрех, пĕрре курнипех.
Тавлашмăпăр, пурнăçра ун пекки пулма пултарать.
Ĕлĕк «турă çырни» тенĕ. Эпир турра ĕненместпĕр. Çапах та пурнăç çулĕ çинче нумай-нумай çын, пайтах хĕрпе каччă çавăн пек тĕл пулнине çителĕклех курнă. «Чун туртни, куç хывни», теççĕ кун пек чухне.
Халĕ те акă хăмшăлнă юра «Беларусь» тракторпа аштаракан сарă хĕр, хăйсен колхоз председательне кӳрнипе мар, ун çумĕнче пачах та ют çынна — çамрăк йĕкĕте асăрханипе машинăна тăпах чарса лартрĕ. Анчах Шангин сăн-сăпатĕнче хĕр куçне илĕртмелли нимех те çук-çке. Этем-этем, палламан çамрăк çын. Тумĕ те расна мар. Çухи шăйрăлнă хура пустав пальто, кирза атă, сезонран кăшт иртерех тăхăннă сăрă кепка. Çавă кăна.
Ха, çавă кăна... Çавă кăна та, çавă кăна мар çав. Сарă хĕрĕн çурхи хĕвел çутинче кăн-кăвак курăнакан куçĕсем каччăн тĕм-хура куçĕсене самантрах тĕлпулчĕç. Вутчулĕпе çулу, хĕлхемпе хĕлхем, çиçĕмпе çиçĕм хире-хирĕç çапăнса, йăлт та ялт вут кăларчĕç тейĕн.
Сармаев, вăтам çулсенчен иртнĕ çын, паллах, ăна-кăна сисеймерĕ.
— Ну, мĕнле, Нина, тимĕр утнă шанчăклах таканланă-и? — çапла çеç ыйтрĕ вăл. — Акара такăнмалла ан пултăр.
— Эпир нихçан та такăнман, Александр Васильевич, — ытлашши сăпайлах та мар хуравларĕ Нина.
Ахăртнех, çак сарă хĕрĕн ют каччă умĕнче кăшт курнăçланасси те пулчĕ-тĕр. Вăл тракторне каллех хускатса ячĕ те хăмшăлнă юра тата хытăрах тĕшĕрме тытăнчĕ. Механизаторсем çакна «обкатка» теççĕ. Тин çеç юсанă машинăн «шăмшакне» майĕпен ĕçлеттерсе «çемçетмелле», акана тухиччен ăна лайăхрах тĕрĕслемелле. Таканланă тимĕр утăн ĕçре такăнма юрамасть.
...Çапла тĕл пулчĕç вĕсем малтанхи хут. Çапах та, кăвак куçпа хура куç хире-хирĕç çиçĕмле çиçсе илчĕç пулин те, çав çиçĕмрен Николай Шангин чĕринче çулăм хыпни сисĕнмерĕ. Паллах, хĕрлĕ сăрпа сăрланă «Беларусь» трактора сарă хĕр тытса пынине аякран сăнаса тăма уншăн питĕ кăмăллă пулчĕ. Çут тĕнчере пĕр-пĕр хитре япала яланах куçа йăпатать, чĕрене ăшăтать. Хитре хĕре тĕл пулсан вара, пăхас темесен те, ирĕксĕрех пăха-пăха илетĕн.
Анчах пирĕн Микулайăн хĕр шухăшĕ мар. Вăл хăйĕн практикине епле те пулин ăнăçлăрах та усăллăрах ирттересшĕн. Хăй калашле, «вĕресе тăракан ĕç хуранне пуçĕпех чăмасшăн».
Çав кунхине тимĕрç лаççи умĕнче Шангин тепĕр çынпа паллашнăччĕ.
— Ермолаев — пирĕн чаплă тракторист, комбайнер, токарь, слесарь тата ытти те, — терĕ ун пирки колхоз председателĕ. — Туптать-юсать, татать-сыпать, саплать-тĕплет, чугун-тимĕре чун кĕртет. Çапла-и, Иван Ермолаевич?
Лешĕ хирĕç чĕнмерĕ, Микулай çине йăпăрт çеç пăхса илчĕ. Куçĕпе хăй çаплах сĕлтĕш аштаракан «Беларусь» трактора сăнать. Пуçне кăшт чалăштарса, мотор кĕрлевне тăнлать.
Студент-практакант ун çине тинкеререх пăхрĕ те тĕлĕнчĕ: мĕн тери патвар çын! Анчах çав вăхăтрах Ермолаев чĕркуççи таран сĕлтĕшлĕ юр ăшĕнче тăнă пек туйăнчĕ Микулая. Тăнă та тăрать, хăнк та хускалмасть. Çук иккен, унăн ура тунисем кĕске пирки вăл çавнашкал курăнать. Кĕске татнă кĕреш юман. Унăн тăтхă пӳ-сийĕ тӳрех çĕртен пуçланать. Хулçурăмĕ тăп-тăваткал, мăйĕ çукпа пĕрех, пуçне вара тӳрех хулпуççи çине лартса янă. Çĕр çинче хускалми çирĕп тăракан япала...
— Яснă-ясмăк! — кĕске аллине сулса, Ермолаев «Беларусь» трактора чарма хушрĕ. Унтан сăран тужурка кĕсйинчен пур катăкĕ кăларчĕ те трактор бакĕ çине çырса хучĕ: «Юсанă».
Шăп çав самантран пуçланчĕ ĕнтĕ Шангинăн практикăри пурнăçĕ. Çитменнине, «Маяк» колхозра ун чухне агроном çукчĕ. Чăн та, агрономĕ пулман мар-ха вĕсен, пулнă. Ара, Иван Демьянович Хадаров, чĕрĕк ĕмĕр ĕçлесе пысăк опыт туяннăскер. Анчах кунта вăл нумаях тытăнса тăман, района куçнă. Тăван ялне Иван Демьянович канмалли куна çеç киле-киле каять, хăналăха. Çавăнпа Шангин практикантăн хайхи чăн-чăн агроном вырăннех йышăнма тиврĕ.
Малтанхи кунсенчех вăл кăçалхи ĕç планĕсене, тăпра карттисемпе технологи карттисене пăхса тухрĕ, акакан çĕр лаптăкĕсен структурипе паллашрĕ. Çур тырри вăр-лăхĕсем епле шăтнине тепĕр хут тĕрĕслесе, кашни вăрлăх валли акмалли норма палăртса хучĕ. Сахал-и ĕç!.. Çук, çук, кунта хĕр шухăшĕ асра та ан пултăр. Тата... Колхоза тухса килес умĕн ăна Шупашкар автовокзалĕнче Шура Шугаева ăсатса ячĕ-çке ха. Саша, Санюк пединститутра вĕренекен чипер хĕр. Чăн-чăн куç хывни, чун савни... Николай Шангин пĕр-пĕр Дон-Жуан мар. Йăпăлтан пулă та мар. Хулара пĕр хĕрпе, ялта тепринпе явăçма пултараймасть вăл. Чыспа намăс мĕн иккенне лайăх пĕлет. Комсомолец.
Çураки пуçлансан, Микулайăн йăлтах ăшĕ вĕçрĕ, каç-каç лăпкăн çывăрайми пулчĕ. Кăнтăрла вара кунĕ-кунĕпе ăшталанса-сăрпаланса çӳрет. Пусăран пусса, бригăдăрăн бригадăна çитет. Çанталăкĕ те латлă мар. Юр кайса пĕтнĕренпе пĕр тумлам çумăр ӳкмерĕ. Ăшши те çук. Çурçĕртен пĕрехмай каскăн сивĕ çил вĕрнипе тăпра кунран-кун хытăрах чулланать. Васкамалла, ака-сухана кал-калрах ĕлкĕртсе пымалла.
Ара, çутçанталăкăн хăйĕн мехелĕ пулаканччĕ: çуркунне аслатиллĕ çумăр пĕрер лайăх килсе лӳшкетсен, çĕр ирĕккĕн сывласа яраканччĕ, хĕллехи-лĕкĕрен тасалаканччĕ. Кăçал апла пулмарĕ. Ваттисем кун пирки тĕрлĕрен калаçаççĕ. Анчах пулас агрономăн вĕсен сăмахне итлесе ларма вăхăт çук. Юр шывĕнчен сăрхăнса юлнă нӳрлĕхе ытларах упраса хăварас тесе, вăл çурхи тырăсем акмалли пусса талккишĕпех сӳрелеттерсе пăрахрĕ, унтан культиваторсем кĕртсе ячĕ. Ытти механизаторсем хыçалтанах акса пычĕç.
Сăрпаланасси, паллах, ĕçре хăнăху çуккинчен килет. Кун пирки колхоз председателĕ Александр Васильевич пирĕн Микулайран кăшт тăрăхласа та илчĕ.
— Васкакан вакка сикнĕ, теççĕ, — тăван ашшĕ хăй ывăлне асăрхаттарнă пек асăрхаттарчĕ вăл. — Асту, Николай Степанович, ытлашши ан сăрпалан. Ĕçĕн хăйĕн сулăмĕ пур. Майĕпе те ерипе, суха касси хĕррипе...
— Ĕлĕкхи юрă, Александр Васильевич, — шӳтлесе хуравларĕ студент-практикант. — Пирĕн çĕнĕреххине юрласчĕ!
Кулленхи тĕркешӳре вăл Нинăна малтанхи хут тимĕрç лаççи умĕнче тĕл пулнине мансах кайнăччĕ ĕнтĕ. Ку çеç те мар, вăл юлашки ик-виçĕ эрне хушшинче Шупашкарти Шура патне те çыру çыраймарĕ. Шурăран илнĕ çырусене хăй вара, хирте çӳренĕ май, час-часах кăлара-кăлара вулатчĕ. Эх, айван каччă!.. Хĕр тунсăхне сисместчĕ иккен вăл. Кайран ӳкĕнмелле пуласси çинчен те шухăшламастчĕ. Чăнласах катăк!..
Нина Ювашева ун чухне колхозри механизациленĕ звенора «Беларусь» тракторпа ĕçлетчĕ. Ытти механизаторсем хушшинче Шангин ăна питех асăрхамастчĕ-ха. Ара, Нина ĕçĕнче ыттисенчен уйрăмми нимех те çук. Тракторне вăл чиперех тытса пырать, шăйрăксем хăвармасть. Мĕн тĕлĕнмелли? Вăрçă вăхăтĕнче нумай хĕр тракторпа ĕçленĕ. Хĕрупраçăн халь мĕншĕн пăрăнмалла вара çав ĕçрен?
Шангин иккĕмĕш бригада пуссине пырса тухнă чухне Нина Ювашева сахăр кăшманĕ акма тытăннăччĕ. Гектар пуçне мĕн чухлĕ акмалли нормăна вăл пĕлет-ха, анчах темшĕн кăшт иккĕленерех тăрать.
— Мĕн эсĕ, Нина, лашу чăхăмлать-им? — кула-кула ыйтрĕ Шангин. — Паян пурĕ те икĕ çаврăм çеç тунă пулас?!.
Нина сисĕнмеллех хĕрелчĕ. Яланхи çутă кулă вырăнне унăн сăнĕнче темĕнле шиклĕ туйăм палăрчĕ. Вăл тракторĕ çинчен сиксе анчĕ те сеялка патне чупса пычĕ.
— Тем, кăшман вăрлăхĕ латлах мар пек туйăнать мана, — терĕ вăл, сеялка ещĕкне уçса. — Акă, пăхăр-ха, Николай Степанович...
Кăшман вăрлăхне станцирен питĕ кая юлса кӳрсе килнĕччĕ. Шангин ăна лайăххăн тĕрĕслесе ĕлкĕреймерĕ: те шăтать вăл, те шăтаймасть?!. Вăрлăха патшалăх панă, патшалăха епле шанмăн. Анчах патшалăх тени тепле пысăк сăмах пулсан та, вăрлăх склачĕсенче тĕрлĕ çынсем пур. Тепĕр чух ĕç алăран кайтăр текенсем те тупăнкалаççĕ.
Шангин халь акă кăшман вăрлăхне пĕр ывăç илсе, чăмăртарĕ те, ун аллинче чуста чăмакки пулса тăчĕ. Чăн та, вăрлăха акас умĕн суперфосфатпа хутăштарнă, фосфоробактеринпа тата азотобактеринпа имçамланă. Тен, çавă нӳретсе пăрахнă вăрлăха?! Нӳрри çеç те мар-ха, кăшман вăрри темĕнле пушанка пек туйăнать. Шангинăн çанçурăмĕ сăрлатса кайрĕ.
— Сирĕн кунта таса вăрлăх çук-и? — хыпăнсах ыйтрĕ вăл. — Имçампа хутăштарманни...
— Пур, эп ăна, сых ятне тенĕ пек, ĕнерех илсе пăхрăм-ха, — терĕ хĕр, пусă хĕрринче выртакан вăрлăх миххисем патне ыткăнса. — Акă, Николай Степанович!
Нина ăна шурă пуç тутăрĕпе пăчăртаса çыхнă кăшман вăрлăхне тыттарчĕ. Хĕр темерĕн, «сых ятне» вăл пур ĕçе те пултаруллă тăвать. Çапла, ара, çапла, хăй акакан кирек хăш вăрлăха та Нина чи малтан хăй шăтарса тĕреслесе пăхать, çак кăшман вăрлăхне çеç тĕрĕслеме ĕлкĕреймен.
Шангин шур тутăр çыххине салтрĕ те вăрлăха ывăçласа илчĕ. Сеялка ещĕкĕнчипе пĕр евĕрлех. Пушăнка вăрлăх. Кăшт пăнтăх шăрши те кĕнĕ пек туйăнать. Микулай шухăша кайрĕ. «Мĕн тумалла?» Ĕçе ырана хăварма юрамасть. Кашни сехет хаклă.
— Акă мĕн, Нина, — терĕ практикант, — пире вуçех шăтман вăрлăх парас çук-ха. Вăрлăх хучĕсем йĕркеллех. Эпир акмалли нормăна кăшт ӳстерĕпĕр.
— Эпĕ те çапла шутланăччĕ, Николай Степанович, — васкамасăр хушса хучĕ хĕр, — эсир килессе çеç кĕтрĕм. Унччен яла чупса пырас тесеттĕм. Сире тупаймасан, председательпе сăмахласа пăхасшăнччĕ.
Нина, тем ытлашши сăмах персе ямарăм-ши тесе, сасартăк именсе ӳкрĕ, энĕс улма пек хĕрелсе кайрĕ, кăн-кăвак куçĕсене пĕрре Микулай çинелле çĕклерĕ, тепре аяккалла тартрĕ. Паллах, каччă çакна асăрхамăсăр юлмарĕ. «Нивушлĕ?!.. — шухăшларĕ вăл хăй ăссĕн. — Çук, çук, хĕрĕн кăмăлне кăлăхах хускатма кирлĕ мар. Унпала ĕç çинчен кăна калаçмалла».
Вĕсем кăшман акмалли машинăна çĕнĕ, пысăкрах норма çине куçарса лартрĕç. Ансат ĕç мар. Сеялка кустăрмисене иккĕшне те çĕклемелле, аяла, вăрлăх аннă тĕле, шăналăк сармалла. Анчах хирте шăналăк ăçтан тупăн-ха. Виçе те çук. Вĕсем пушă михĕсем сарчĕç. Унтан сеялка кустăрмине миçе хут çавăрсан, вăл миçе метр кайнине, çав хушăра мĕн чухлĕ вăрлăх аннине шутларĕç, вара гектар пуçне миçе пин пĕрчĕ вăрлăх акăнассине хисеплесе кăларчĕç. Сахалтан та 200 пин пĕрчĕ акăнмалла...
Пĕрле ĕçленĕ хушăра Микулай курчĕ: Нина аллинче пур япала та выляса кăна тăрать. Пур ĕçе те вăл питĕ ансат, питĕ çăмăл тăвать. Ăсĕ те пур унăн. Ара, вăрлăх пирки мĕн тумаллине хăех тавçăрса илнĕ-çке-ха. Халь акă, сеялкăна çĕнĕ норма çине куçарнă май, ăсра тем тĕрлĕ цифрăсем çавăрттарса шутлама тиврĕ. Нина вĕсене ним мар шутлать: самантрах хушать, кăларать, хутлать, пайлать. Тепĕр чух ун хыççăн Микулай ĕлкĕрсе те пыраймасть. Çав вăхăтрах Нина сăнĕ пĕр хĕрелет, пĕр тĕксĕмленет, хăй шӳт туса илме те манмасть.
— Ну, агроном юлташ, — йăлл та йăлл кулкаларĕ хĕр, сеялкăна майласа лартсан, — сахăр кăшманĕ питĕ пылак пулать ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ тăрăшрăмăр!.. Хĕвел те кĕçех кăнтăрлана çитет.
— Ан та кала, Нина, — килĕшрĕ Микулай, сарлака, çутă çамкине алă тӳрчĕпе сăтăркаласа. — Тар тухичченех тăрмашрăмăр. Анчах тарпа шăварнă кăшман йӳçĕ ан пултăрччĕ...
...Унтанпа икĕ çул иртрĕ. Ĕнтĕ Микулай та паян студент-практикант мар, диплом илнĕ агроном. Çамрăк специалист. Виçĕмçулхине аса илнĕ май, вăл «Маяк» колхоза хăвăртрах çитме васкать. Епле-ши унта Нина? Микулай хăй çыру çыраймарĕ, хĕрĕн çырăвĕсемпе сăн-ӳкерчĕкне илсен те хирĕç хыпар параймарĕ. Капла ĕнтĕ хĕртен каçару ыйтма тивет. Тен, каçарĕ?!.. Хĕр чĕри чурăс пулакан марччĕ. Халĕ шăпах сахăр кăшманĕ акмалли вăхăт. Тен, Нинăна ĕçре пĕр-пĕр пулăшу кирлĕ?!. Рехетлĕхе тата ун валли паха кучченеç пур: Иван Андреевич Чумайкин доцент парса янă кăшман вăрлăхĕ. Çĕнĕ сорт! Нина ĕçлекен пусăра пĕр-пĕр кĕтес тупса, çав вăрлăха кăçалах акса хăвармалла.
Çакăн пек кăмăл-туйăмпă пырса кĕчĕ Николай Степанович Шангин агроном Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхоза. Ĕнтĕ хĕвел каçалла туртăннăччĕ. Хайхи виçĕмçулхи пекех... Асран кайми виçĕмçулхи...
Пĕрре пулса курнă ял тахăш енчен сана тăван ял пек туйăнать. Кăкăрта темĕнле ăшă хум хускалса çĕкленет. Çакăнта ĕнтĕ Микулайăн пурнăç çулĕ, унăн чăн-чăн биографийĕ пуçланмалла. Çавал тăрăхĕнчи çак лăпкă кĕтесе вăл чĕри йыхăрнипе, чунĕ туртнипе килчĕ. Тĕрĕсех çав: ăçталла чун туртать, ура та унталлах утать. Ут, Микулай, малаллах ут! Малалла утаканăн — телейĕ умра, çывăрса выртаканăн — инкекĕ çумра.
4
Малтанхи самантра чунĕ тепле кăсăкланчĕ пулин те, Микулай колхоза çитнĕ кунах Нина çинчен ыйтса пĕлме хăяймарĕ. Çынсем тата тем шутлама пултарĕç. «Ай-уй, пирĕн агроном! — тейĕç. — Пуçĕнче ĕç шухăшĕ мар, хĕр шухăшĕ кăна... Ши те ши çил шăхăрăть...»
Правлени çурчĕн крыльци умĕнче пилĕк-ултă çын тем халапланса тăратчĕ. Унашкал халапçă-чĕлĕмçĕсене кашни ялтах курма пулать. Кусем хайхи яла-пăла — ямшăкра, кахал-хантар — кантурта тенисем. Вĕсенчен Микулай никама та паллаймарĕ, çапах халăхри йăлапа пурне те сывлăх сунчĕ. Хăйне вара лешсем тӳрех палларĕç пулас, ютшăннине пĕртте кăтартмарĕç. Микулай председатель пирки ыйтсан, чĕлĕмçĕсем питĕ вашават ăнлантарма тытăнчĕç.
— Александр Васильевич фермăра, — терĕç вĕсем. — Унта «елка» лартаççĕ... Ара, леш ĕне сумалли...
Тахăшĕ шӳтлеме те хăтланчĕ.
— Эпир «елка» лартнă хушăра çынсем тахçанах «карусельпе» ярăнаççĕ.
Микулай хирĕç чĕнмерĕ. Вăл рюкзакĕпе плащне правлени çуртне кĕртсе хучĕ те ĕне ферми патнелле васкарĕ. «Нинăна тĕл пулсанччĕ!..» Анчах Микулай хăй шухăшĕнчен хăех именчĕ. Председатель, авă, ĕç пирки лăш курмасăр ăшталанса çӳрет. Эсĕ пур... çаплах хăвăннипе суйланатăн. Намăс мар-и?!.
Кирпĕчрен купаласа лартнă пысăк ĕне витин пĕр пуçĕнче сасăсем илтĕнеççĕ. Тимĕр чанклатать, мотор улать, таçтан сывлăш чашкăрса тухать. Ахăртнех, вакуум аппаратне тĕрĕслеççĕ.
Хĕвел çинчен тӳрех витене кĕнипе Микулай малтан никама та уйăрса илеймерĕ. Куç тула юлать, теççĕ кун пек чух. Унччен те пулмарĕ, Микулай умне çутă пӳ-силлĕ, сарлака сăн-питлĕ çын пырса тăчĕ.
— Чиперех çитрĕн-и, Николай Степанович?
— Чиперех... Ха, эсĕ-çке ку, Александр Васильевич! — чунтанах савăнчĕ Микулай, председателе палласа илсе. — Куçпуç сапаланчĕ те, никама та курмастăп.
— Атя, уçă сывлăша, тулалла тухар-ха, — председатель Микулая хулĕнчен çавăтрĕ. — Кунта шăв-шав... Ан тив, ĕçлеччĕр...
Витерен тухсан, вĕсем Çавал хĕрринелле утрĕç. Сăмах чĕнмесĕр, меллĕн, вăраххăн. Унтан чарăнчĕç те пĕрне-пĕри куçран тинкерсе пăхрĕç.
Александр Васильевич Сармаев виçĕмçултанпа ытлашши улшăнман темелле. Çапах та ӳчĕ-пĕвĕ татах кăшт хулăнланнă, сăнĕ-пичĕ тăртаннă, тĕксĕм куçĕсем шаларах путса кенĕ. Тăнлавĕсенче кĕмĕл çӳç пĕрчисем чылай хушăннă. Утасса вăл лӳппертерех утать, мăранрах çаврăнкалать. Кăмăлĕ вара, яланхи пекех, лăпкă, тикĕс.
— Аван, питĕ аван, Николай Степанович, — терĕ председатель, çамрăк агронома хулпуççинчен лăпкаса. — Эсĕ килессине пире Шупашкартанах пĕлтерчĕç. Савăнтăмăр. Палланă çын-çке-ха. Пĕрле ĕçлесе курнă çын. Анчах мĕншĕн телеграмма çаптармарăн? Илме машина янă пулăттăмăр. Епле çитрĕн? Япалусем ăçта?
— Мĕн япали студентăн! — тĕм-хура куçне вылятса, аллине сулчĕ Микулай. — Рюкзак та плащ. Районтан çуран килтĕм. Машина пурччĕ, хам кĕтес темерĕм. Çуран утас килчĕ. Утрăм, куртăм, сăнарăм, шухăшларăм.
Институт хыççăн манăн пĕр уйăх канмалла-ха. Халь паллашмалăх тенĕ пек кăна...
— Ха, паллашмалăх... Каларĕ те... — тăрăхланăн кулкаласа илчĕ Александр Васильевич. — Эсĕ пирĕн колхоза пĕлместĕн имĕш. Канмалла тесен, тархасшăн, эпир хирĕç мар. Саккунлă япала. Ăçта канасшăн-ха?
— Тăван яла кайса килесшĕн.
— Машинăпах леçĕпĕр. Халь атя хам патăма. Апатланăпăр. Авă, тахçанах кăнтăрла иртнĕ ĕнтĕ.
— Чăрмантарса çӳрес мар пуль, Александр Васильевич?
— Хэ-эй, мĕн чăрмавĕ унта?..
Апатланнă хушăра вĕсем нумайччен халапланчĕç. Председатель, сăмах-юмах майăн, пĕр япала пирки темиçе хут та систерчĕ. Тырпул пухса кĕртмелли ĕç планĕ тумалла. Халех, çак кунсенчех. Планне районтан питĕ ыйтаççĕ. Пăркăчласах. Капла хайхи Микулай иккĕленме тытăнчĕ: каймалла-ши тăван яла, каймалла мар-ши? Çук, çук, атте-аннене çитсе курмаллах. Канасси тарам, пĕр-икĕ кунлăха та пулин кайса килмеллех.
Хваттере Микулай, виçĕмçулхи пекех, Вăтакасри пĕччен пурăнакан Кĕтерук кинеми патне вырнаçрĕ. Кĕтерук кинемин упăшкипе ывăлĕ вăрçăра пуç хунă. Хăй вăл утмăлтан иртнĕ ĕнтĕ. Анчах килте тунсăх тесе, куллен ĕçе тухмасăр тӳсеймест. Халь вара вăл Микулая чунтанах савăнса кĕтсе илчĕ. Тăван ывăлне кĕтсе илнĕ пек. Тата виçĕмçул, практика вăхăтĕнче, Микулай Кĕтерук кинеми патĕнче пурăннă май, колхоз унăн пӳртне те питĕ лайăх юсаса панăчче. Пӳрт тăррине çĕнĕрен хăма витнĕччĕ, чалăша пуçланă крыльцине тӳрлетнĕччĕ.
— Ах, ывăлăм, — терĕ Кĕтерук кинеми, хĕпĕртенипе пăчăртанса килнĕ куççульне чараймасăр, — çаврăнса çитрĕн-ха эппин, çаврăнса çитрĕн! Турри те мана тăнчах пĕччен хăвармарĕ курăнать. Ырă çынна ман килĕм патнеллех çул кăтартрĕ. Ах, ывăлăм, мĕн апат хатĕрлем-ши? Апатланнă тетĕн-и? Апла, Микулай ывăлăм, ак çакăнта, пăлтăрта выртса кан. Вăрăм çул килсе ывăнтăн пуль, ачам.
Пĕркеленнĕ сăн-питлĕ кинеми ăшталанса кăна çӳрет. Микулай ăна чунтанах тав тăвать. Анчах унăн чĕри пурпĕр вырăнта мар... Ăшĕ вăркать. Çавна сиснĕ пекех, Кĕтерук кинеми Микулая е уçă турăх, е килти сăра сĕнсе пăхать.
— Ывăлăмпа старикĕме асăнмалăх тунăччĕ, — тет вăл, куçне-пуçне шурă тутăр вĕçĕпе шăлкаласа. — Иккĕшин те вилнĕ хучĕсем çак вăхăталла килнĕччĕ. Ывăлăн пĕр çул маларах, ашшĕн шăпах вăрçă пĕтеспе. Ним тума аптранипе çулленех пĕрер чӳлмек сăра лартатăп. Старикпе ывăлăма асăнса. Ĕçекенĕ çук-ха та. Районтан килеççĕ-и, мĕн-и... каç выртаççĕ, вĕсене хăналатăп. Апла та пулин чуна лăплантаратăп.
Микулай туртăшса тăмарĕ. Кинеми сана ывăлăм тесе чĕнет пулсан, епле пĕрер курка тытса кăмăл тумăн-ха?!. Ахаллĕн ватă çынна ĕмĕрлĕхе кӳрентерме пулать.
Савăннипе куç умĕнчех çамрăкланнă Кĕтерук кинеми йăпăр-япăр пуçтарăнчĕ те нӳхрепрен пĕр кăкшăм сăра ăсса килчĕ. Туххăмрах хуран çакса ăшăтрĕ.
— Кил-ха, ывăлăм, сыпса пар, — терĕ вăл, Микулая курка тыттарса. — Çул çинчен пăсмĕ.
Эх, анне сăри! Çурри таран шурă кăпăк. Хăйма тейĕн. Пăхсан — куçа çемçе, ĕçсен — чуна çемçе.
— Тав сана, Кĕтерук кинеми, — Микулай куркана тĕппипех шаклаттарчĕ.
— Сывлăха пултăр, ывăлăм. Сыпни сыппа кайтăр. Çав кунах Микулай хире тухса кайрĕ. «Маяк» колхоз тăватă яла пĕрлештерсе тăрать. Кашни ялта пĕрер бригада. Ирхи тырăсене акса пĕтернĕччĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш бригадăра — кантăр, иккĕмĕшĕнче — сахăр кăшмаманĕ акатчĕç, виççĕмĕшĕпе тăваттăмĕшĕ çĕрулми лартса пĕтерме васкатчĕç. Çынсем Микулая манман иккен. Пур çĕрте те ăна кăмăллă кĕтсе илеççĕ. Анчах иккĕмĕш бригада пуссине çитсе курнă хыççăн Микулай сасартăк шухăша кайрĕ. Унта, виçĕмçулхи пекех, сахăр кăшманĕ акаççĕ. Йăлтах виçĕмçулхи... «Беларусь» трактора çеç Нина вырăнне палламан йĕкĕт тытса пырать. Ăçта-ши Нина? Тен, вăл каçхи сменăра ĕçленĕ?! Микулай çынсенчен ыйтса пĕлме именчĕ. Канăçсăр шухăш вара ун чĕрине каçченех кăшласа çӳрерĕ. Епле-ха Иван Андреевич парса янă вăрлăх? Ăна хăш кĕтесе акмалла?..
Каçхине правленире Микулай колхоз председательне тепĕр хут тĕл пулчĕ. Агроном хай паян хирте мĕн курни-илтнине каласа кăтартрĕ. Вăл хытă ĕшеннине Александр Васильевич тӳрех сисрĕ, çавăнпа ăна вăрах тытса тăмарĕ.
— Атя, кайса кан, — терĕ.
Микулай хваттере таврăнсан, Кĕтерук кинеми ăна ăшă сĕт ĕçтерчĕ. Ăшă сĕт!.. Мĕн тери ырă, мĕн тери сиплĕ вăл. Чуна ăшăтать. Анчах кун каçиччен тепле ывăннă пулин те, Микулай выртнă-выртманах çывăрса каяймарĕ. Унăн пуçне канăçсăр шухăшсем сырса илчĕç. Шухăшсем... Малтан вĕсем Çавал çинчи çăмăл тĕтре пек кăна явăнкалатчĕç, кайран, вăйланнăçем вăйланса пырса, хăватлă Атăл хумĕ евĕр капланса çĕкленчĕç.
Этемĕн ырă кăмăлне мĕнпе виçме пулать-ши? Акă Кĕтерук кинеми. Вăхăт-вăхăт Микулайшăн вăл тăван амăшĕнчен те çывăхрах пек туйăнать. Пăлтăра ун валли мамăк тӳшек, тап-таса çивитти сарчĕ, витĕнме мамăк утиял пачĕ. Кинеми ăна нумай вĕреннĕ, пысăк çын тесе хисеплет. Çавăн пек колхоз председателĕ Сармаев та унран ĕçре пулăшу кĕтет. Пурте шанаççĕ ăна. Вăл пур, ĕç çинчен шухăшлас вырăнне çул тăршшĕпе «юрату сĕрĕмĕпе» минрешсе килчĕ. Çынсем ун пуçĕнчи асар-писере чухлас пулсан мĕн калĕччĕç-ши? Намăс!.. «Маяк» колхюза та вăл, чăннипе, пĕр «чун тĕпренчĕкне» пула килнĕ. Çавăнпа Микулай тепĕр чух хăйĕнчен хăй именет.
Çук, çук, агроном унашкал пулмалла мар! Вĕреннĕ чухне Микулай ĕç çинчен ытларах ĕмĕтленетчĕ. Акă вĕренсе тухăп та çанă тавăрсах çĕре çĕнетме, сăнавсем тума тытăнăп, тетчĕ. Агроном! Вăл — çĕр хуçи, çĕр тухтăрĕ. Анчах унăн çĕр çинчен кăна шухăшламалла-ши? Унăн, Чумайкин доцент калашле, халăха çăкăр çитермелле. Çăкăр кăна-ши? Выльăх-чĕрлĕхĕ те агроном куçĕнченех тилмĕрсе пăхать. Выльăх-чĕрлĕхе апат-çимĕç ытларах туса пар. Вара халăхăл та сĕтел çинче сĕт-çу, аш-пăш ытларах пулĕ. Апла çынсен шăпи, вĕсем тутă пуласси агрономран нумай килет.
Институтра чухне Николай Шангин вĕренӳ программинче кăтартнă материалпа çырлахман. Вăл Тимирязев, Мичурин, Прянишников кĕнекисене каç-каç ыйха мансах вуланă. Раççейре çĕрĕç ăслăлăхĕ епле аталаннине тĕпчесе пырса, вăл Ломоносов таранах çитнĕ.
Çĕлен шуса тухайми сĕрĕшсе ӳсекен тырпулшăн этем паянтан çеç тăрăшма тытăнман-çке-ха. Пĕрре, çапла институт библиотекинче чаваланнă май, Микулай аллине тĕлĕнмелле кĕнеке лекнĕччĕ. Çав кĕнекере М. Ломоносовăн «Санкт-Петербургские ведомости» хаçатра 1764 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче — асту, икçĕр çул ĕлĕкрех! — тухнă статйине илсе кăтартнă. Аслă вырăс ученăйĕ унта пĕр сад ăсти çинчен çырать. Леш сад ăсти, сăнамалăх тенĕ пек, тулăпа ыраш та акса ӳстернĕ. Акиччен ыраш вăрлăхне вăл известь шĕвекĕпе тата тислĕк шĕвекĕпе шӳтернĕ. Çавăн пек имлесе акнă кашни пĕрчĕрен 17-шер туна хунавланса ӳснĕ, урăхла каласан, пĕр пĕрчĕрен 2 923 пĕрчĕ тухнă.
Чăвашсем: «Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пул!» — тесе юрлаççĕ. Пин пĕрчĕ мар, ĕçе лайăхрах тимлесен, икĕ пин пĕрчĕ те тухать иккен.
Вырăс ученăйĕ икĕ çĕр çул ĕлĕкрех пулнă ĕçсем çинчен çырнă. Унтанпа этем ăсĕ нумай малалла кайнă ĕнтĕ. Шангин агроном колхозра сăнавсем тума хăй валли расна делянкăсем кастарса илĕ-ха. Агрохими лабораторййĕ уçĕ. Ыттисем халиччен шыраса тупнă меслетсемпе кăна çырлахса лармĕ. Хăй шырĕ, хăй тупĕ, çĕрĕç ăслăлăхĕнче çĕнĕ çул-йĕр хывĕ. Çĕнĕ йышши ӳсентăрансем, çĕнĕ гибридсем, çĕнĕ сортсем артакласа ӳстерĕ. Çĕнĕрен çĕнни... Унсăрăн мĕн пурăнни!
Пурнăç пуçламăшĕ.... Çакăнтан тытăнмалла та ĕнтĕ ĕçе. Варана хăвармалла мар. Варана хăварсан — вараланать, теççĕ.
Нумайччен шухăшларĕ Микулай, алăк хушăкĕнчен кăвак çутă ӳкичченех çывăрса каяймарĕ. Çапах. та чи пысăк шухăшсем хушшинче унăн чĕрине тăтăшах пĕр шухăш киле-киле хĕсет: ăçта-ши Нина?
5
Ирхине кăшт-кашт апат çырткаласан, Микулай колхоз правленине кайма тухрĕ. Кĕтерук кинеми ăна хытах ӳпкелешсе ăсатрĕ:
— Асту, ачам, апат тиркекен ут акаран юлать, теççĕ.
— Тиркесе мар, Кĕтерук кинеми. Тем, ирех анмарĕ-ха...
Урамран Микулай каялла çаврăнса пăхрĕ. Кантăкра ватă кинемин пĕркеленнĕ пичĕ, пуçĕнчи шурă тутăрĕ курăнса юлчĕ. «Мăнтарăн амăшĕ, çирĕм çул иртсен те, вăрçăра пĕтнĕ ывăлне манаймасть...»
Çанталăк паян — чăн-чăн çуллахи — уяр, тӳлек, ăшă. Таçтан çĕмĕрт çеçки шăрши кĕрет. Микулай, кĕçĕр лайăххăн çывăраймарĕ пулин те, хăйне çăмăл туять. Акă вăл пĕрремĕш ир колхозра. Ĕнерхи кун шутра çук. Ĕнер ĕшеннĕ, пăлханнă, кирлĕ-кирлĕ мар шухăшпа пуçа çавăрнă. Паян унăн кăкăрĕнче темĕнле питĕ çепĕç юрă ăшăнса çĕкленет. Мĕнле юрă иккенне вăл-хăй те уçăмлăн пĕлеймест, кĕввине çеç майĕпен ĕнеркелесе пырать.
Ялăн кĕçĕн урамĕсем Çавал хĕрринелле вашăкланса анаççĕ, пĕри вара — Аслă урам текенни — шыв юхăмне май тăсăлса выртать, мĕнпур урамсем урлă каçса, вĕсене пĕр ярăма пĕрлештерет. Нухрат ярăмĕ евĕр. Микулай халĕ хваттере вырнаçнă урама Вăтакас теççĕ. Çав урамри пахча хыçĕсемпе Кинчер варĕ иртсе пырать. Вăл ытлашши тарăнах мар, çапах та унта питĕ вăйлă çăлкуçĕ тапса тăрать. Ял çыннисем калашле, унăн, шывĕ тăрна куçĕ пек тăрă, пăр пек сивĕ. Тен, çав шыва ĕçсе, çав шывпа çăвăнса ӳснипе кунти хĕрсем яштака пӳ-силлĕ, таса сăн-питлĕ çитĕнеççĕ... Вăтакасран хӳтĕ тăкăрлăкалла çăл патне анмалли сукмак пăрăнса кĕрет. Аслă урампа Вăтакасра пурăнакансем шыв ăсма пурте çав сукмакпа çӳреççĕ. Ирĕн-каçăн вара витре сасси кăна янăраса тăрать. Хăйне кура симфони...
Микулай Вăтакас урамĕпе тăвалла çăмăллăн ярăнтарса утать. Хытă утнипе унăн кăтрарах хура çӳçĕ, пайăркан-пайăркан вĕлкĕшкелесе, çамки çине ӳкет. Микулай ăна, утнă май, пуçĕпе сĕлтсе каялла çавăра-çавăра хурать. Ĕнтĕ вăл Кинчер çăлĕ патĕнчен улăхакан сукмак тĕлнелле çитсе пыратчĕ. Унччен те пулмарĕ, хайхи хӳтĕ тăкăрлăкран авăнчăк кĕвентепе тулли шыв витрисем йăтнă хĕрарăм тухрĕ тăчĕ. Микулай та, хĕрарăм та пĕр самант вырăнтах шăнса хытрĕç тейĕн, малалла пусăм та ярса пусаймарĕç.
Кĕтмен тĕлпулу. Чим, кĕтессе кĕтнĕ-ха. Анчах Микулай çак самантра хăй умĕнче кам тăнине лайăххăн уйăрса илеймерĕ. Хăй куçне хăй ĕненмерĕ вăл. Ним калама аптранипе кăшкăрса яраслах ыйтрĕ:
— Мĕн пулнă сана, Нина?
Нина чĕнмерĕ; пуçне пĕкрĕ те, Микулайран пăрăнса, малалла утрĕ.
— Нина, тăхта!..
Нина тăхтамарĕ. Хулпуççи урлă çакнă кĕвенти чĕтреннипе унăн икĕ витринчен те шăпăртатсах шыв тăкăнчĕ...
Шыв... Кинчер çăл шывĕ... Тен, шыв мар, ку вăл Нина куçĕнчен тăкăнакан вĕри куççулĕ пуль?!. Тен, кунта каллех эрози, чун эрозийĕ?!.
Нина Аслă урамалла пăрăнса куçран çухалсан тин Микулай вырăнтан тапранчĕ. Çук, халь ĕнтĕ унăн колхоз правленине те, хире те, фермăна «селка» лартнă çĕре те каяс килмест. Ниçта та, ниçта та... Унăн кăкăрне тӳсме çук тăкăс туйăм пăчăртаса лартрĕ. Ĕнтĕ сывлама та йывăр ăна, утасса та вăл вăраххăн çеç утать. Куçĕ умĕнче тин çеç курнă Нина сăнĕ... Тĕрĕссипе, виçĕмçулхи Нинăран, чĕкеç чĕлхипе чĕвĕлтетсе калаçакан Нинăран, Кинчер çăл шывĕ пек шăнкăр-шăнкăр сасăпа юрлакан Нинăран нимĕн те юлман.
Вăхăтсăр шаннă чечек... Нинăн сăн-пичĕ, пĕвĕ-сийĕ пурнăçра нумай хура-шур тӳссе курнă инкеке аса илтерет. Çийĕ-пуçĕ те хĕр чухнехи мар, тирпейлĕхĕ çукрах. Хул-çурăмĕ начаркка. Пит шăммисем икĕ енчен кĕтесленсех палăрса тăраççĕ. Куçĕсем путса кĕнĕ. Çапах та Микулай Нинăна чи малтан унăн тĕлĕнмелле куçĕсенчен палласа илчĕ. Путса кĕнĕ пулин те, вĕсем виçĕмçулхи пекех пысăк та кăвак, тарăн та таса. Вĕсен илемне нимĕнле хуйхă-суйхă та пăсайман. Çав вăхăтрах вĕсем питĕ салхуллă. Вĕсенче — ĕмĕр шыраса тупайми хаклă япала путнă тĕпсĕр кӳлĕ сăлхулăхĕ.
Шаннă йăвара кайăк çук, теççĕ. Микулая ĕнтĕ тӳпери хĕвел те сасартăк тĕксĕмленнĕн туйăнчĕ. Тăван ял пек чун туртнă кĕтес!.. Ăçта кайса кĕчĕ вăл? Кĕтни, шанни, ĕмĕтленни йăлтах пĕтрĕ, пăчланчĕ, сӳнчĕ. Вăл темĕнле ют ял урамĕпе утать. Ăна хирĕç темĕнле ют çынсем тĕл пулаççĕ. Вĕсем пуç таяççĕ. Микулай вĕсене асăрхамасть. Текех мĕн тумалла унăн çак ялта? Мĕн кĕтмелле? Мĕне шанмалла?
Тен, унăн шăпи çавнашкал? Хулара Шура Шугаева, ăна пăрахса, урăххине качча турĕ. Колхозра акă — Нина... Чăн та, вăл Нинăна нимĕн те шантарса каламан. Ун чухне унăн Шура пулнă. Шура пулнă та — халĕ хура, Нина пулнă та — халĕ çук.
Çак ялта Микулайăн урăх пĕр самант та тытăнса тăрас килмест. Тепĕр тесен, унăн канма тивĕç пур. Экзаменсем хыççăн кăмăл-туйăм та лăпланайман-ха. Кун пек чухне чун-чĕре сăлтавсăрах тулашать. Паянах тăван яла тухса вĕçтермелле. Тен, унта иртсе кайĕ ку сĕрĕм?!.
«Анчах чим, Микулай тусăм, — çавăнтах пӳлчĕ вăл хăйне хăй, — епле-ха капла? Пурнăçра кăшт йывăр килсе тухрĕ те, эсĕ тӳрех — тарма! Юрамасть капла, тусăмçăм... Тепле йывăр пулсан та, шăла çыртмалла, тӳсмелле, кĕрешмелле. Хăвăн ăшăнта мĕн пулса иртнине никама та кăтартмалла мар. Кама кирлĕ санăн юрату сĕрĕмĕ?..»
Кăмăлĕ çавăн пек хăвăрт улшăннинчен Микулай хăй те час-часах тĕлĕнет. Чăн-чăн çурхи çил, пĕрре сасартăк кăтăрса каять, унтан кĕçех шăпăрт лăпланать. Çакăншăн вăл хăйне хăй ӳпкелесе те илет. Çук, çук, ача-пăчалла хăтланма юрамасть. Эсĕ çитĕннĕ çын.
Микулай колхоз правленине пырса кĕнĕ чухне унта, председатель пӳлĕмĕнче, Александр Васильевич Сармаевпа тепĕр пилĕк-ултă çын тем пирки хĕрсех калаçатчĕç. Хăйсем чĕлĕм тĕтĕмĕ ăшĕнче аран курăнаççĕ. Тулта хĕвеллĕ çанталăк пулин те, чӳрече кантăкĕсене уçман. Йывăр кăмăлне ирттерсе ярас шутпа, Микулай шӳтлесе илме пăхрĕ:
— Акă ăçта иккен тимĕрç лаççи! — терĕ вăл. — Мĕн туптатăр каплах?
Сармаев, хăйĕн çутам кӳлепине кура мар, пуканĕ çинчен вăрт-варт сиксе тăчĕ.
— Шалти рамăсене тахçанах кăларма вăхăт! — урамалла пăхакан чӳрече патнелле ыткăнчĕ вăл. — Миçе хут калатăп, çук вĕт!
Председатель çавăнтах ĕçе тытăнчĕ; чӳрече хашакĕсене çыпăçтарнă хута чăрт-чарт сӳсе пăрахрĕ, тутăхнă вăрăм пăтасене лăка-лăка кăларчĕ. Унтан шалти рамăсене пĕрин хыççăн тепĕрне илсе, кăмака хыçĕнчи стена çумне сĕвентерчĕ. Тулти кантăксене пурне те яри уçă-уçа ячĕ.
— Тĕрĕс! Тахçанах çапла тумалла, — кулкаласа сăмах хушрĕ тахăшĕ пĕри. — Çынна шанса ларха, пăчăхса та вилĕн.
Ку вăл колхозри парторганизаци секретарĕ Петр Иванович Уруков пулчĕ иккен. Сад ăсти. Микулай ĕнер колхоз садне çитсе ĕлкĕреймерĕ. Уруковпа та тĕл пулаймарĕ. Пĕлессе вăл ăна виçĕмçултанпах пĕлет. Ун чухне садра сахал мар пулнă.
— Килсе çитрĕр эппин? Питĕ аван, — Уруков тăчĕте Микулайăн аллине тытса чăмăртарĕ. — Вăхăтра çитрĕр. Питĕ вăхăтра. Агроном питĕ кирлĕ! Ак çапла, — вăл ал тупанĕпе мăйне сăтăрса кăтартрĕ.
Уруков — пĕр вăтăр çулсенчи çын. Пӳ-сийĕ — типшĕм, шăмă та шăнăр, сăнĕ вара пиçĕ, тĕксĕм, кĕре. Чултан касса тунă тейĕн. Паллах, хĕвелпе çил çинче пиçĕхнĕ. Хăмăр куçĕсем çынна тӳрех куçран тĕллесе пăхаççĕ: ниçталла та ан пăркалан. Вĕренессе вăл нумаях вĕренеймен: çиччĕмĕш класс хыççăн курсра пулнă. Сад ăстисен курсĕнче. Ĕçлессе вара питĕ тăрăшса ĕçлет, çавăнпа ăна пĕрмаях ялти «ертсе пыракан вырăнсене» суйла-суйла лартаççĕ.
— Эсир пирĕн комсомол комитечĕн секретарьне паллатăр-и çав? — сăмах май ыйтрĕ Уруков. — Вăл пирĕн клубра ĕçлет... Ялти библиотека та ун аллинче... Пĕр сăмахпа, культработник...
— Ĕнер районта паллашрăмăр, — терĕ Шангин, куç хӳрипе кăна йăл кулса. — Кариньков... Василий Семенович... Курăмлă йĕкĕт... Кăшт тытăçса та илтĕмĕр...
— Иртерех мар-и? — шахвăртса ыйтрĕ Уруков.
— Ун пирки шутлаймарăмăр çав...
— Юрĕ-çке, чăн-чăн туссем тытăçса паллашаççĕ тенĕ сăмах та пур вырăссен, — хăмăр куçĕсене чеен вылятса илчĕ Уруков. — Пĕрле ĕçлеме тытăнсан, çывăхрах туслашатăр акă. Чăн та, ачи вăл пирĕн — мĕнле каламалла? — кăшт çавнашкалрах... Çӳле кармашма юратать...
— Тӳрех çăлтăрсем патне, çапла-и?.
— Унта çитиех мар та... — Уруков кăшт тытăнса тăче, вара ыйтрĕ: — Эсир, Шангин юлташ мĕн-и.., парти йышне хутшăнайман-и-ха?
— Халлĕхе тивĕçĕм çитеймен тесе шутлатăп, — сăпайлăн хуравларĕ Шангин.
— Аптрамĕ. Пĕрер çул ĕçлесен...
— Тĕрĕс! — хаваслăн сăмах хушрĕ кунта колхоз председателĕ. — Тӳрех ĕçе тытăнăпăр, — вăл Микулая хул айĕнчен тытрĕ те сĕтел патнелле евĕккĕн çавăтса пычĕ. — Çураки пĕтнĕпе пĕрех. Ак сана хут купи. Пĕлтĕрхи отчетсем, сводкăсем, кăçалхи производство планĕ. Паллаш. Хутсăр та май çук. Çăкăр çийиччен малтан хут купи урлă каçмалла, теççĕ. Тулă пĕрчи те хăпарту пуличчен чулпа вут витĕр тухать. Бригадирсемпе сăмахласа пăх. Тырпул пухса кĕртмелли ĕç планĕ тумалла. Ĕнерех каларăм. Васкатаççĕ. Эпир, Уруков юлташпа иксĕмĕр, района каятпăр. Райком чĕнет. Канашлăва. Ак сана кабинет, ак сана сĕтел. Лар та ĕçле. Ыйтса пĕлмелли пулсан, унта — коридор урлă — тепĕр пӳлĕмре бухгалтерпа учетчик лараççĕ. Вĕсене хускат. Вăтанса ан тăр! Чăрмантаракансене хăвала.
Çынсем пӳлĕмрен кĕпĕрех тухса кайрĕç. Тĕтĕм те тасалчĕ. Анчах мĕн пур-ха агроном пуçĕнче? Мĕн пур унăн кăкăрĕнче? Микулăя унта пушă пек туйăнать. Мĕнрен тытăнмалла?
Виçĕмçул, практикăра чухне, Микулай çак колхозăн тырпул пухса кĕртмелли ĕç планне хăех тунăччĕ. Чăн та, ĕç-пуç планпа пăхнă пекех пулса пыраймаре. Анчах хăй тунă плана — хăйĕн «пĕрремĕш произведенине» — Микулайăн тепĕр хут курас килчĕ.
Бухгалтери пӳлĕмĕ питĕ çутă та таса. Картиш енчи виçĕ чӳречерен хĕвел ялкăшса пăхать. Чӳрече янаххисем çинче чĕрĕ чечексей. Ку пӳлĕмре хĕрсем кăна ĕçлеççĕ тейĕн. Çук, пĕр сĕтелĕ хушшинче кавăн пек шакла пуçлă, шурă мăйăхлă, çутă куçлăхлă çын ларать. Микулай питĕ лайăх пĕлет ăна: вăтă бухгалтер Иван Трофимович. Астăвакансем каланă тăрăх, вăл колхоз пуçланнăранпах ĕçлет. Тепĕр сĕтелĕ хушшинче лараканни вара — питĕ çамрăкскер. Учетчик. Ун умĕнче пĕчĕк-пĕчĕк кĕнекесем темиçе купа купаланса выртаççĕ. Хăй вăл пуçне çĕклемесĕрех шут шăрçине шĕкĕлчет.
Микулай вĕсене сывлăх сунчĕ те:
— Мана пĕлтĕрхипе виçĕмçулхи ĕç планĕсем кирлĕччĕ, — терĕ, — Эпĕ — сирĕн çĕнĕ агроном.
— Пĕлетпĕр, пĕлетпĕр, — куçлăхĕ çийĕн кулкаласа пăхрĕ бухгалтер. — Николай Степанович Шангин — çаплачче пулас? Планĕсем пирĕн вĕсем кунтах, ал айĕнчех...
Иван Трофимович тăчĕ те кĕтесри шкап патнелле пычĕ. Хăй, уяври пек, питĕ типтер тумланнă. Çийĕнче таса шурă кĕпе, çӳхе пусмаран çĕлетнĕ хура шăлавар, уринче — сарă сандали. Вăл шкап патнелле пĕшкĕнсен, унăн шакла пуçĕ çине хĕвел ӳкрĕ те, пӳлĕм тата ытларах çуталнă пек туйăнчĕ.
— Акă, — бухгалтер Микулая сенкер хуплашкаллă папка тыттарчĕ. — Тархасшăн.
— Чăрмантарнăшăн каçарăр, — терĕ Микулай. Ăшĕнче шухăшларĕ: «Çак ватă бухгалтер куллен çырса пыракан цифрăсем те хăй пекех типтерлĕ, таса пулма кирлĕ, хăйĕн çутă пуçĕ пекех çаврашка та çутă».
Председатель пӳлĕмне Микулай темĕнле уйрăмах çĕкленнĕ кăмăлпа таврăнчĕ. Унтан хăй икĕ çул каярах тунă плана уçкалама пуçларĕ. Кăшт сарăхнă страницăсем... тырă вырнă кунсем... чуна илĕртекен сăнсем... Вĕсем Микулай куçĕ умне паянхинчен те уçăмлăрах тухса тăчĕç.
...Сахăр кăшманĕ акнă пусăра ретсем хушшине юлашки хут кăпкалатса тухнă тĕле ларти ыраша ĕнтĕ ылтăн тĕс кĕнĕччĕ. Нина Ювашева хăйĕн «Беларусь» тракторĕпе хиртен таврăнчĕ те тимĕрç лаççи умĕнче чарăнчĕ. Студент-практикант çав вăхăтра тин çеç юсаса лартнă жаткăсемпе комбайнсене тĕрĕслетчĕ.
— Машина ванчĕ-им, Нина? — ыйтрĕ вăл трактористкăран.
— Çук, Николай Степанович, нимĕн те ванман, пурте тĕрĕсех, — Нина трактор çинчен сиксе анчĕ те Микулай патнелле пычĕ, хăйĕн тусанланнă пичĕ, арçуринни пек, хуп-хура, кулнă май кăн-кăвак куçĕпе икĕ рет шап-шурă шăлĕсем çеç çуталса тăраççĕ. — Ара, паян-ыранах ыраш вырма тухмалла. Унччен машинăна кăшт-кашт тĕрĕслесчĕ. Техуход, ара, — хушса хучĕ хĕр.
Хĕрлĕ кĕрен кофта çийĕнчен ятуллă тĕксĕм кăвак комбинезон тăхăннă пĕвĕ унăн питĕ тăпăлкка курăнать. Хăйĕн пĕтĕм сăн-сăпачĕпе, пĕвĕ-сийĕпе чуна илĕртет çак хĕр, куçа йăпатать. Кирек кама та вăл хăй çине пăхас темен çĕртенех пăхтармалла.
— Трактора пĕрле тĕрĕслĕпĕр эппин, — терĕ Микулай, тĕм-хура куçĕсенчи ăшă куллине пытараймасăр.
Ыраш вырма тухсан, хĕрпе практикант хушшинче пĕрне-пĕри пăшăрхантарасси те пулчĕ. Çук, ытлашшиех мар, выля-кула тенĕ пек кăна.
Тырпула малтан çулса кушăхтармалли меслете халĕ ялта никам та хирĕç тăмасть. Виçĕмçул вара ун-кун мăкăртатса çӳрекенсем пурччĕ. Нина Ювашева ку ĕçе малтанхи кунранах хăюллă тытăнчĕ. Вăл хăйĕн «Бела-русь» тракторĕпе лафетлă жаткăна çаклатрĕ те ярăнтара пачĕ ылтăн ыраш хумĕсене хирĕç. Жатка çинче хăй пекех çамрăк хĕр, вăтам шкултан та хăйпе пĕрлех вĕренсе тухнă Лида ларса пырать. Ĕç кал-кал пуçланнине кура, хĕрсем пĕр-икĕ çаврăм юрă та шăрантарса илнĕччĕ ĕнтĕ. Шăпах çав вăхăтра ыраш пуссине Николай Шангин çитсе тухать. Агроном мар-ха вăл, практикант кăна. Çапах та хĕрсен ĕçĕнче тем кăлтăкне асăрхать, вăл сехет пек тикĕс пыракан агрегата чарма хушать.
— Хĕрсем, юрамасть капла, — тет вăл, пĕр кулмасăр. — Юрамасть.
Нина пĕр вăтаннипе, пĕр кӳреннипе хĕрелсе каять. Ĕç питĕ чипер пыратчĕ-çке-ха! Картина çинчи пек!.. Хайхи вăл чăрсăрлансах ыйтать:
— Мĕншĕн юрамасть?
— Питĕ аялтан выратăр, — лăпкăн хуравлать практикант.
— Çӳлтен вырсан — колхозниксем вăрçаççĕ, — хирĕçлет Нина. — Улăм хăмăла нумай каять, теççĕ,
Студент-практикант ахăлтатсах кулать.
— Ак тамаша!
— Кулмалли нимĕн те çук, — вĕриленсех татса хурать Нина. — Колхозниксемшĕн улăм, ай-яй, мĕн тери хаклă!.. Сире мĕн, хула çыннисене!..
Нинăн тусĕ Лида чĕнмест. Вăл хăй чĕмсĕртерех. Микулай тĕлĕннипе Нина куçĕнчен кăнн çеç тинкерсе пăхать: «Кӳрентертĕм пулас?!».
— Акă мĕн, хĕрсем, — тет вăл, халь ĕнтĕ пĕр кулмасăр, — капла питĕ аялтан вырсан, паккуссем ытла та çĕр çумне çыпçăнса выртаççĕ. Комбайнпа пухса илме кансĕр пулĕ. Пучах нумай касăлса юлĕ. Е çанталăк пăсăлсан?! Вара çĕр çумĕнчи тырă шăтса каять. Хăвăрах шутлăр: улăм хаклăрах-и е тырă? Кун пек вăйлă ыраша çӳлерехрен вырмалла. Хăмăлне вунултă-çирĕм сантиметр таран хăвармалла. Вара паккуссем лайăх пружина çине ӳкнĕ евĕр вырта-вырта юлаççĕ. Нимле çумăр та хăрушă мар. Комбайнпа ĕçлеме та ансат.
— Лекцишĕн тавтапуç, — терĕ Нина, тăрăхланçи пуç тайса. — Эсир каланă пек туса пăхăпăр, Шанган юлташ. Анчах колхозниксем сăсăл вĕçтерме тытăнсан...
— Айăпа ман çине йăвантарăр, — йăл çеç кулса илчĕ Микулай.
Вăл сисрĕ: Нина унран тăрăхлама хăтланни, ютшăннă сасăпа «Шангин юлташ» тесе чĕнни — йăлтах вăйă-кулă, ачалла юнтармăш мыскари. Хĕрупраçăн курнăçланасси пурах ĕнтĕ. Ку вăл — шалти чăн-чăн кăмăл-туйăма çын куçĕнчен хӳтĕлемелли хăйне евĕр пĕркенчĕк. Никам куçне те курăнмасть-ха çав пĕркенчĕк, çапах та чылай чухне хĕр чĕринчи вăрттăн хĕрттĕне чиперех пытарса тăрать.
Чылай чухне... Çук çав, хальхинче апла пулмарĕ. Хĕре хайхи «пĕркенчĕк» пулăшаймарĕ... Нина хăй çак практиканта çилленнĕ пек кăтартма хăтланчĕ пулин те, унăн куçĕсем, тĕнчере нимĕн те пытарма вĕренеймен таса куçсем, йăлтах урăххине кăтартрĕç: вăл юратать, малтанхи хут... каçса кайса...
«Шангин юлташ, — хăйне хăй пӳлчĕ кунта Микулай, — эсĕ каллех ĕç çинчен мар, хĕр çинчен шухăшлатăн. Мĕне кирлĕ сана виçĕмçул пулса иртнĕ мыскарасем? Ун чухне санăн Шупашкарта хăвăн чун савни пулнă — Шура Шугаева. Эсĕ — ултавçă мар. Эсĕ Нинăна нимĕн те шантарма пултарайман. Иртсе кайнă çумăра юпах тихапа ан хăвала!..»
Кирлĕ кирлĕ мар шухăшпа минрешсе ларнăшăн Микулая питĕ намăс пек туйăнчĕ. Колхоз председателĕ ăна тырпул пухса кертмелли ĕç планĕ тума хушре-çке-ха, Хăйĕн кабинетне хупса хăварчĕ. Микулай текех практикант мар, агроном. Ăна шанаççĕ. Анчах план тума мĕншĕн кантуртан тытăнмалла? Çынсем!.. Чăн-чăн план тĕрекĕ — çынсен хулпуççийе çинче, вĕсен аллинче, вĕсен черинте. Бригадирсемпе канаш тумалла, механизаторсемпе калаçмалла. Агроном кунçулне чернил кĕленчинчен пуçлани ытла та мăшкăл. Çынсен ырлăхĕшĕн çынсемпе пĕрле тăрăш, агроном! Тата... тата çĕр çинче кам та пулин телейсĕр чухне епле кантурта хут çырса ларăн-ха?
Унăн шухăшĕ каллех Нина патне çаврăнса çитрĕ. Вăл сисет: Нина темĕнле питĕ пысăк инкеке кĕрсе ӳкнĕ. Кинчер çăлĕнчен шыв кӳрсе килекен хĕрарăм... Хулпуççи çийĕнчи кĕвенти чĕтренет. Витрисенчи тăрă шыв шăпăртатса юхать... Шыв мар, куççуль... Ăçтан телейлĕ пултăр-ха вăл?.. Сăнĕ-пичĕ шуранка... Вăхăтсăр шаннă чечек... Ĕненме те йывăр...
«Мĕн пулнă сана, Нина? Виçĕмçултанпа санăн куçусем çеç тăрса юлнă... Кăн-кăвак пысăк куçсем...»
6
Агроном мĕнпур хут тĕркине пĕр çĕре купаларĕ те аслă бухгалтера каялла леçсе пачĕ.
— Кусене пуçтарса хурăр-ха, Иван Трофимович, — терĕ вăл. — Кайран кирлĕ пулĕç. Эпĕ иккĕмĕш бригадăна çитесшĕн. Бригадирĕ таçта тухса кайман-ши?
— Кайма кирлĕ мар, унăн сахăр кăшманĕ акса пĕтменччĕ, — çаврашка çутă пуçне ачанни пек пĕчĕкçĕ аллипе сăтăркаласа илчĕ бухгалтер. — Тен, килĕнче?!.
Иккĕмĕш бригада хирĕнче Шангин ĕнерех пулнă-ха. Унта сахăр кăшманне паян акса пĕтерессине те лайăх пĕлет. Анчах Микулайăн çав пусса тепĕр хут çитсе курмалла. Иккĕмĕш бригадăна нумайранпа ĕнтĕ Тарас Иванович Пайгусов ертсе пырать. Ăслă çын. Паллах, унăн ĕç опычĕ те пуян. Плансем пирки мĕншĕн чи малтан унпа канашласа пăхас мар?
Çак шухăш Микулая питĕ килĕшрĕ. Вăл васкасах уялла тухса уттарчĕ. «Ăслисенчен ăс илмелле, тăмсайпа калаçни — пуртă тăршшипе вут çурни кăна», — тенĕ ваттисем. Хăйăртан вĕрен, явни...
Николай Шангин çапла, çĕкленнĕ кăмăлпа, чиперех Çавал хĕрринелле ярăнтарса пыратчĕ. Кĕпер патне çитсен, вăл тăпах чарăнчĕ. Ара, çамрăк агроном ватă бригадир патне ĕç опычĕ туянма кăна мар каять-çке-ха. Кунта каллех Микулайăн хăйĕн «шалти интересĕ» пур. Тӳррипе каласан, юлашки вăхăтра вăл хăйне тăтăшах икĕ çын пек туйма пуçларĕ: пĕри — Шангин агроном, тепри — ахаль çын, телейсĕр каччă Микулай. Тĕлĕнмелле, Шангин агроном пикенсех ĕçе тытăнма тăрсан, ăна телейсĕр каччă Микулай пӳлет; Микулай хăйĕн инкеклĕ юратăвĕ пирки шухăша кайсан, ăна туххăмрах Шангин агроном хăтăрса тăкать: «Пушă пучах эсĕ, пушă пучах! Кĕрпе кипекки!»
Пурнăçра хăçан-ха пĕр чун-чĕреллĕ, пĕр шухăш-кăмăллă çын пулса çитмелле? Гранитран касса тунă пек пĕр çирĕп çын, ăслисем калашле, монолит...
Эх, Микулай, этем тени чунсăр чул мар çав. Халĕ те акă, уялла утнă май, Шангин хăйне хăех пӳлчĕ. «Опыт туянма...» Çук, ку вăл — сăлтав кăна.
Виçĕмçул Нина Ювашева иккĕмĕш бригадăри механизациленĕ звенора ĕçлетчĕ. Унти бригадир Тарас Иванович Пайгусов — питĕ йĕркеллĕ çын. Ватă коммунист. Сăмаха пули-пулми вылятма юратмасть. Унпала тырпул пухса кĕртмелли план пирки канаш тунă хушăрах мĕншĕн-ха Нина çинчен те ыйтса пĕлес мар?!. Ан тив, агроном çĕр хуçи, çĕр тухтăрĕ пултăр, анчах çĕрĕ этем валли-çке-ха, хĕвелĕ те этем валли. Çут тĕнчери пĕтĕм ырлăх-пурлăх этем валли. Апла чи малтан этем çинчен шухăшламалла, уншăн тăрăшмалла.
«Нина, эпĕ сана йывăр инкекре пăрахмăп, — хăйне хăй хытарса калать Микулай. — Эпĕ пулăшăп сана. Унсăр эпĕ çакăнтан ниçта та каймăп. Унсăр мана нимĕнле канăç та кирлĕ мар. Пĕри шырлăхра асапланнă чухне, тепри ырлăхра киленме пултараймасть».
Хăйсен тăван ялне вăл каярахран та кайса килĕ-ха. Кунти ĕç-пуç йĕркене кĕрсен. Халĕ иккĕмĕш бригада хирне васкамалла!..
Чылай çӳле улăхнă хĕвел, Микулая çурăмĕнчен лăпкаса, малалла утма хистет. Шăрт пек тикĕс шăтса тухнă тулă калчи çинчен тăрă сывлăшалла пăрр та пăрр вĕçсе хăпаракан тăрисем те хăйсен кĕмĕл шăнкăравĕсемпе малаллах йыхăраççĕ.
Анчах Катей пусси текен тӳпене çитсе пынă май, Шангин асăрхарĕ: уйра никам та çук. Пайгусов бригади паян сахăр кăшманĕ акса пĕтернĕ пулас. Бригадир колхозниксен килти пахчисене сухалама тытăнасси çинчен ĕнерех сăмахлатчĕ. Апла вăл хăй те килĕнче пулма кирлĕ.
Микулай ун-кун пăхкаларĕ. «Айван пуçа пула урана канăç çук, — хăй ăссĕн ӳпкелешсе илчĕ вăл. — Хам куçпах куртăм-çке-ха ĕнер: акмалли нумай юлманччĕ. Ме сана, сулланса килтĕм пулать. Иван Андреевич институтран парса янă вăрлăх та харама кайрĕ...»
Тăрисемсĕр пуçне, таврара пĕр чун та çук. Лере кăна, ииçетри кукуруза пуссинче, темĕнле мĕлке мĕкĕлтетни курăнать: те уй-хир пике патшине хураллакан пĕр-пĕр мучи, те кураксене хăратма лартса янă армак-чармак катемпи, — аякран уйăрса илме йывăр. Микулая сасартăках питĕ кичем пулса кайрĕ. Тем самантра вăл хăйне пушă хирти катен-старик пек туйса илчĕ. Лере — катемпи, кунта — катен-старик.
Тунсăх... Микулай кăкăрĕ тăвăрланчĕ, хулпуççийĕсем усăнчĕç, сăнĕ-пичĕ салхуланчĕ. Эх, виçĕмçул апла марччĕ-çке!.. Виçĕмçул Нина Ювашева шăпах çак пусăра ыраш выратчĕ.
Иртсе кайнă кунсем... Аса илес темесен те, вĕсем хăйсемех аса килеççĕ. Ĕмĕт-шухăш тени, пĕр çунатлансан, час-часах çын ирĕкĕнчен вĕçерĕнет, хăй хуçине пăхăнмасть. Микулайшăн та халь çавнашкал самант килсе тухрĕ. Вăл хăй те сисмерĕ, каллех асаилӳ хумĕсене парăнчĕ. Вара паянхи сăнсем иртнĕ кунсен сăнĕсем умĕнче шупкалмаллипех шупкалчĕç.
...Нина Ювашева тракторпа кăна ĕçлеместчĕ. Вăтам шкултан лайăх аттестатпа вĕренсе тухнăскер, вăл ялхуçалăх институтĕнчи механизаци факультетне заочно вĕренме кĕме — инженер пулма — ĕмĕтленетчĕ. Ялхуçалăх техникине ăста пĕлекен инженер. Çавăнпа вăл, хăйĕн «Беларусь» тракторĕсĕр пуçне, ытти механизмсене те алла илме тăрăшатчĕ. Ăстăнĕ çивĕч унăн, алли вăр-вар. Пур ĕçе те пултарать, пур ĕç те ăна ансат парăнать.
Асран кайми çав çулхине, ыраша лафетлă жаткăпа çулса кушăхтарнă хыççăн, Нина Ювашева комбайн штурвалĕ умне те хăех тăнăччĕ. Чăн та, пĕччен марччĕ вăл, Ермолаев комбайнерпа пĕрлеччĕ. Эппин, помощник шутĕнче.
Хир карапĕ тени — поэтсен сăмахĕ. Халăх хушшине ку сăмах пĕрремĕш камбайнпа пĕрле тухнă, анчах халĕ те кивелмест. Уйрăмах вырăнлăччĕ вăл пирĕн Нинăшăн. Ун ятнех каланă пек туйăнатчĕ. Тупата çине тĕксĕм кăвак комбинезон тăхăннă, пуçне чечеклĕ тутăр çыхнă сарă хĕр хăй аллипе хир карапне тытса пынине курсан, кам савăнмастчĕ-ши, кам ăна çав карапăн чăн-чăн капитанĕ тесе шутламастчĕ? Çукчĕ пуль ун пек çын.
Ермолаев комбайнер Нинăна питĕ шанатчĕ. Нина ĕçленĕ хушăра хăй вăл час-часах улăм купи хыçне — сулхăна — кайса ларатчĕ. Ан тив, унăн помощникĕ, комбайна хăй тĕллĕн тытса пырса, ĕçе лайăхрах хăнăхтăр. Хир карапĕ пĕр тикĕс ярăнçа пырать. Умлă-хыçлах ун çумне грузовиксем пыра-пыра тăраççĕ. Кĕçех бункертан ылтăн тырă таппи пĕрхĕнсе тухать. Машинăсем пушă хăлтăртатса килеççĕ те, сулăмлăн тайкаланса, ялалла, тулли каяççĕ. Чăрсăр шоферсем шӳтле сăмахсемпе перкелешеççĕ. Нина кулать. Унтан, ĕç кал-кал пынине кура, юрласа ярать. Ан тив, каччăсен чĕрисем вĕчĕрхенччĕр!..
Ай-хай, уйăх пĕччен, уйăх пĕччен,
Уйăх пĕччен мар-ха, çăлтăр пур.
Ай-хай, пуçăм пĕччен, пуçăм пĕччен,
Пуçăм пĕччен мар-ха, тусăм пур...
Вĕри ĕççийĕ пуçланиччен ялти çамрăксем каçсерен вăййа тухатчĕç. Кайăк хур карти пек çаврăнатчĕ вăйă карти. Нина — вăйă пуçĕччĕ. Унта та вăл хăйĕн юратнă юррине шăрантаратчĕ.
Хăш чухне Микулай Нинăна вăйăран килне ăсататчĕ. Хĕр пуçне çавăрас шухăшпа мар, ахаль кăна, юлташла... Нина вара хăй юррин малтанхи сăмахĕсем çумне çапларах хушса юрлатчĕ:
Ай-хай, уиăх та пĕр, хĕвел те пĕр,
Вĕсен çути мĕншĕн тĕрлĕ-ши?
Тусăм, эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр,
Пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши?..
Ахăртнех, тем систересшĕнччĕ пуль, шеремет.
Пĕррехинче çапла, хĕрсе ĕçленĕ хушăрах, комбайнăн кайри пысăк кустăрми сасартăк вăркăнса тухса ӳкрĕ. Ăна-кăна тавçăрса илеймен Нина агрегата вăхăтра чараймарĕ. Кайри хăрах урапасăр юлнă кĕмсĕркке машина кĕçех хăяккăн çаврăнса ӳкетчĕ. Нина хăй те ура çинче аран çеç тытăнса юлчĕ. Анчах пурĕпĕр мотора сӳнтерме ĕлкĕрчĕ.
— Мĕн тамаши? — туххăмрах вăркăнса çитрĕ агрегат патне Ермолаев комбайнер.
Шангин та кунтахчĕ. Тухса ӳкнĕ кустăрмана вăл комбайн патне кустарса пычĕ. Хăмăл ăшĕнче çуллă тимĕр татăкĕсем выртнине асăрхарĕ. Вĕсен хушшинче мăйăр пек çаврашкасем нумай. Микулай машина таврашĕнче ăна-кăна чухлать.
— Подшипник саланса кайнă, — терĕ вăл пĕр иккĕленмесĕр. — Шариковăй подшипник. — Хăй çавăнтах çĕр çинчен темиçе «мăйăр» пухса илчĕ.
— Подшипник? — шикленнĕ сасăпа ыйтрĕ Нина, унăн кăвак куçĕсем тата ытларах пысăкланчĕç. — Мĕн туса хутăм?
— Эккей çав хĕрупраçăн! — аллине çеç сулчĕ Ермолаев. — Ахлатассипех!.. Чăх чĕрисем... Япала ватмасăр пулмасть. Лаша та такăнать, тимĕр те ывăнать.
Вăл пĕр самант шухăша кайса тăчĕ. Машина çăвĕ витĕрех витнĕ пĕлĕм пек лапчăк кепкине куçĕ çине антарса лартрĕ, çуса та тасалайми пӳрнисемпе ĕнсине кăтăртаттарса хыçрĕ. Пĕвĕ-сийĕ хăйĕн чăннипех чутламан юман кĕреш. Çакăнта çĕр чĕтресен те, вырăнтан сикес çук вăл.
— Склада кайса пăхмалла пулать, — терĕ Ермолаев чылайран. — Анчах подшипниксем ненай çав...
— Хам кайса килем, Иван Ермолаевич, — хыпăнса ӳкрĕ Нина.
Лешĕ каллех аллине сулчĕ.
— Унта шырама пĕлмелле, — терĕ вăл, вара тырă турттаракан черетлĕ машинăпа ялалла ларса вĕçтерчĕ.
Тайлăк комбайн патĕнче Микулайпа Нина иккĕшех тăрса юлчĕç.
— Ак чĕмере! — терĕ Нина, çӳхерех тутине вĕте шăлĕсемпе çырткаласа. — Лайăххăн ĕçлеймерĕм, комбайна ватса пăрахрăм. Тимлĕхĕм çук. Иртерех юрларăм пулас. Ир юрлакан... — Вăл сăмахне каласа пĕтереймерĕ, унăн тусанлă питĕнче айăпа кĕнĕ айванкка ача кулли палăрчĕ.
— Ан пăшăрхан, Нина, — тăван йăмăкне йăпатнă пек сăмах хушрĕ Микулай. — Алла шăрпăк кĕресрен хăрасан, хăйă та чĕлмĕччĕç. Каларĕ-çке Ермолаев — тимĕр те ывăнать.
— Çапах та намăс — Нина Микулай куçĕнчен вăтанса пăхса илчĕ. — Эппин... ахаль тăрам мар-ха, Иван Ермолаевич таврăниччен комбайна тасатам. Лайăхрах тĕрĕслем, таçта тепрер шăлтăрма пушанман-и?! Аттуш инкек çинп синкек, теççĕ.
— Эпĕ пулăшаканĕ пулам, — хавхаланчĕ Мнкулай. — Аслă комбайнерăн кĕçĕн помощникĕ. Юрать-и? Иккĕн иккĕнех — лаши çухалсан та, çуни юлакан.
Ермолаев хăвăртах таврăнаймарĕ. Çав хушăра Нинăпа Микулай комбайна питĕ тĕплĕн тĕрĕслерĕç; шăпăрпа та шăлчĕç ăна, чӳпĕкпе те сăтăрчĕç, кашни гайкине тепрер хут пăрса хытарчĕç. Хăйсем иккĕшĕ те вара маймăлсем пекех хуралса-вараланса пĕтрĕç.
— Эсех-и ку, Нина? — кула-кула ыйтрĕ Микулай комбайн айĕнчен тухакан хĕртен.
— Эсир, те, Николай Степанович, хăвăр пекех мар, — хăюллăнах тавăрчĕ Нина. — Каснă-лартнă авалхи пăравус çинчен ӳксе юлнă кочегар.
Вĕсем иккĕшĕ те хавассăн кулса ячĕç.
— Юрĕ-ха, — Нина çамкинчи тарне çанă вĕçĕпе сăтăрчĕ. — Халех çăвăнмалла. Аттуш, пĕр-пĕр Митраппан тĕл пулĕ те шуйттан куртăм тесе хăраса тарĕ. Ялйыш сехрине хăпартар мар.
Ыраш пусси веçĕнче пичкепе шыв ларать... Кинчер çăл шывĕ. Ĕçме те, çăвăнма та питĕ ырă. Хирте ĕçлекен хурçă утсене те шăвар, вут-кăвартан та сыхлан.
Нина вăрăм авăрлă шăвăç куркапа чăп-тулли шыв ăсса илчĕ. Куркинче хĕвел çути вылять, куркаран хĕрĕн кăн-кăвак куçне шевле ӳкет.
— Акă супăнь те пур, — сĕнет хĕр. — Никам та ан суйлантăр — эпир маймăлсем мар.
Мĕн тери ырă иккен хĕр аллинчен шăпăртатса тăракан тăрă шывпа çăвăнма! Микулай хăйĕн тăваткалрах сăн-питне хĕвеле хирĕç çĕклет. Куçне хупнă вăл, хĕвел ун пичĕ çинчи вĕтĕ-вĕтĕ шыв тумламĕсене пĕрер пĕрчĕн витĕрсе типĕтет. Ырă, калама çук ырă! Каччăн пĕтĕм чун-чĕри киленет.
Хĕрĕн çăвăнма черет çитрĕ. Халь ĕнтĕ çутă шăвăç куркапа каччă шыв ăсрĕ. Нина, вăрăм та ансăр ывăç тупанĕсене йĕкĕрлесе тытса, Микулай еннелле тăсрĕ, пĕвĕпе малалла тайăлчĕ, вăрттăн кулакан куçĕсем хăйĕн пĕрехмай каччă çинче...
— Тархасшăн, пире те пĕр сыпкăм шыв парăр, — терĕ хĕр, ачалла ашкăнанçи туса. — Ăшăм хыпрĕ, тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...
Хĕрĕн кулакан куçĕсем çав вăхăтрах тем йăлăнаççĕ. «Нивушлĕ чăнласах?!» — вĕри хĕлхем йăлтлатрĕ каччă чĕринче.
Вара, хăй шухăшĕнчен хăй шикленсе, хĕрĕн йĕкĕр ывăçине хăвăртрах шыв ячĕ.
— Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, шăнкăрч чĕппи шыв ĕçет, — такмакласа илчĕ вăл, ним сисмен пекех.
Курак чĕппин мĕн ĕç пур? — çавăнтах çемçен хирĕç тавăрчĕ хĕр — Чĕкеç чĕппи мар, курак чĕппи. Çапла-и?
Вĕсем каллех кулса ячĕç. Анчах хĕр унччен маларах ăнсăртран каласа хунă сăмах каччă чĕрине шалтан шала витĕрсе кĕчĕ. «Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...»
Комбайнер çаплах таврăнаймарĕ-ха. Микулайăн кăмăлĕ шуйханнă пек пулчĕ: «Йăнăш çулпа илĕртсе каймастăп-ши эп çак хĕре? Вăл маншăн йăмăк кăна. Апла, эс унăн пиччĕшĕ пулсан, тӳрех кала: чиперкке йăмăкăм, кăварпа выляма юрамасть».
Нина, пуçĕнчи тутăрне салтса, ун вĕçĕпе питне шăлса типĕтрĕ те, пĕр шарламасăрах, çывăхри улăм купи сулхăнне кайса ларчĕ. Унăн кăмăлĕ те шуйханчĕ пулас Микулай пĕр хушă шыв пичĕки патĕнчех тытăнса тăчĕ. Анчах капла лайăх мар-çке-ха. Хĕр пушшех тем шутлама пултарать. Вĕсен хушшинче нимĕн те çук. Куçа курăнман нимĕнле хĕлĕх те çыхăнтарса тăмасть вĕсене. Çавăнпа хăвна яланхи пекех тытмалла: калаçмалла, шӳтлемелле, кулмалла. Ара, тĕнчере пĕр япала та хăй вырăнĕнчен хускалман. Хĕвел хăй çулĕпе сенкер тӳпе тăрăх тухăçран анăçалла шăвать. Кăнтăртан лăпкă çил вĕрет, тулса çитнĕ ыраш сулăмлăн, кăшт сисĕнмелле çеç хумханать. Пучахсем чашăлтатаççĕ, пĕр-пĕрин çумне авăнса, вăрттăн тем пăшăлтатаççĕ. Тăри хăйĕн пин çул-хи шăнкăравне шăнкăртаттарать. Пур япала та хăй вырăнĕнче. Çапла, çапла, хĕр умĕнче хăвна ху ним сисмен пекех тытмалла.
Авă, Нинăн арçынла кĕске кастарнă çӳçĕ çине уяр вĕçсе пырса ларчĕ. Микулай улăм пĕрчи тытрĕ те уяр çулне пӳлчĕ. Лешĕ тӳрех улăм пĕрчи çине куçрĕ.
— Ман уяр, — терĕ Нина, улăм пĕрчине тытса илсе. — Ман уяр — ман телей!..
Ытла та ачалла пулса тухрĕ. Микулая ку питĕ килĕшре. Кун пек чухне чĕлхе-çăвар çыхланмасть. Ахаль мар ĕнтĕ Нина та хаваçлансах такмаклама тытăнчĕ:
Вир-вир, вир-уяр,
Çунаттуна сар, уяр!
Уяр пулсан — çӳлелле,
Çумăр пулсан — çĕрелле...
Хĕр сăмахне итленĕ пекех, сарă чăпар уяр çуначĕсене сарчĕ те çӳлелле вĕçсе кайрĕ.
— Савăн, комбайнер! — терĕ Микулай тĕм-хура куçĕсене вылятса. — Уяр çӳлелле вĕçсе кайрĕ... Çанталăк уяр пулать...
— Çанталăкĕ пулĕ те, пирĕн савăнмаллиех çук-ха, — пăшăрханнăн хуравларĕ Нина. — Ларатпăр авă... Йӳçĕхичченех...
Вăл каллех хăйне хăй ӳпкелеме тытăнасран сыхланса, Микулай ытахальтен çеç ыйтрĕ:
— Нина, епле эс çакăн пек сарă хĕр пулнă-ха? Чăваш хушшинче хурисем ытларах. Ман йышшисем. Мана шкулта «хăрăк шанкă, тикĕт пуç» тесе витлетчĕç. Эс, авă, сап-сарă.
— Анне мана авăн çапнă вăхăтра çуратнă, — терĕ Нина. — Ыраш улăмĕ çинче... Атте вăрçăра... Ĕçлекен пулман, — хĕрĕн сăнĕ сасартăк салхуланса тĕксĕмленчĕ, анчах вăл шӳтлесе ирттермĕ тăрăшрĕ. — Вăт вара ман çӳç те ыраш улăмĕ тĕслĕ пулнă.
— Çук, Нина, — хирĕçлерĕ ăна Микулай, — Ыраш улăмĕ мар, Улăм шултра та хытă япала. Сан çӳçӳ... епле калас? Йĕтĕн сӳсĕ. Çемçе те йăлтăркка çутă.
— Чăнах-и? — хĕрĕн кăн-кăвак куçĕсем тĕлĕнмелле ялкăшса çуталчĕç.
— Чăнах.
— Апла мана та шкулта пит тĕрĕс витленĕ.
— Мĕн тесе?
— Йĕтĕн çӳç, йĕтĕн çӳç, шăртласан та тӳс, тӳс... Пуçтах ачасем пĕрмаях çак сăвва каласа çӳçрен туртатчĕç... Хам эпĕ йăвашчĕ... Пирĕн пĕтĕм ратти çавăн пек. — Йăваш ратти. Аттене Йăваш Макçăм тесе чĕнетчĕç. Мана — Иăваш Макçăм Нинукĕ.
— Йăвашран йăваланса тухать, теççĕ, — шӳтлеме хăтланчĕ Микулай. — Йăваш кăтартăн эс...
Каччă сăмахĕ тӳрккесрех пулчĕ иккен. Хĕр сасартăк хĕрелсе кайрĕ те, пĕр шăл шурри уçмасăр, ура çине тăчĕ...
...Халь, акă, уй-хирпе пынă мăй, «Маяк» колхоз агрономĕ Николай Шангин виçĕмçул çак вырăнта мĕн пулса иртнине пĕр япала юлмиччен йăлтах аса илчĕ. Чăннипех йăваш, чăннипех сăпайлă хĕр пирки мĕншĕн çавнашкал тӳрккес сăмах персе ямалла пулнă-ха? Ан тив, Микулай ун,чухне урăх хĕре юратнă пултăр, ан тив, вăл Нинăна йăнăш çулпа каясран асăрхаттарма тăрăшнă пултăр, анчах кунта çын чĕрине кӳрентерме нимĕнле сăлтав та çук. Çынпа яланах çын пек пулмалла. «Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...» Нина малтанхи вăхăтра, Микулай «Маяк» колхозран Шупашкара таврăнсанах, ун патне темиçе çыру та çырчĕ, хăйĕн сăнӳкерчĕкне те ярса пачĕ, института заочно вĕренме кĕресси пирки те ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ. Анчах çырусем çырма юратман Микулай хĕре ответ пама вăхăт тупаймарĕ. Кайрантарах хăйĕн дипломлă ĕçĕпе аппаланчĕ. «Тăпра юхăннине чарасси» — «Борьба с эрозией почвы». Тата ун чухне вăл Шура Шугаевăшăн ытлашширех те хытă çунатчĕ çав. Çунчĕ-çунчĕ те, авă, пуçĕпех çунса кайрĕ. Халь уншăн Шура та çук, Нина та çук... Талккăшĕпех эрози...
Çапах та мĕн пулнă-ха Нинăна? Халлĕхе Микулай çакăн пирки никамран та ыйтса пĕлеймерĕ. Нина халь «Беларусь» тракторпа ĕçлемест. Ун хыççăн Лида та механизаторсен йышĕнчен уйрăлса кайнă. Лида — Нинăн чи çывăх хĕр-тусĕ. Чĕмсĕртерех хура хĕр. Шкулта та вĕсем иккĕшĕ пĕрле вĕреннĕ. Микулай питĕ лайăх астăвать: Нинăн «Беларусь» тракторĕ лафетлă жаткăна туртса пыратчĕ, жатка çинче вара — Лида...
— Эх, Микулай, Микулай!.. Эс акă агроном. Санăн тырпул пухса кĕртмелли ĕç планĕ тумалла. Анчах эсĕ ниçтан тытăнма та аптратăн. «Çынсенчен тытăнмалла!..» Директива пек, пат тӳрĕ сăмах. Мĕн тумалли сана пĕтĕмпех паллă.
Çапах та...
«Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...» Ансăр ывăç тупанĕсене йĕкĕрлесе тытнă, çинçе, йăрăс пĕвĕпе малалла тайăлнă хĕр халь те куç умĕнче. «Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...» Паян ирхине Микулай çав хĕре, — тĕрĕссипе, хăйне мар, унăн мĕлкине, — тӳлек тăкăрлăкра тĕл пулчĕ... Тулли çут витресенчен çĕре шăпăр-шăпăр шыв тăкăнать. Хулпуççи урлă авăнса выртнă кĕвенте сисĕнмеллех чĕтренет, шывĕ те çавăнпа сапăнать ĕнтĕ, куççуль пек шăпăртатать.
— Мĕн пулнă сана, Нина?
Нина чĕнмест. Пăрăнать те малалла утать. Пуçне уснă вăл, тĕлсĕр пăхакан куçĕсемпе çĕрелле тинкернĕ. Унăн хулпуççине шыв çĕклемĕ мар, темĕнле йывăр хурлăх пусарса тăрать тейĕн. Чул пек йывăр чун асапĕ...
Çав хурлăхшăн, çав асапшăн, тен, Николай Шангин та айăплă? Апла пулсан, тупсăмне хăвăртрах тупмалла!..
7
Хваттере Микулай кăнтăрла тĕлнелле таврăнчĕ. Кĕтерук кинеми килте çукчĕ. Хăй ăçта каяссине вăл паçăр, ирхине, нимех те каламарĕ, ытахальтен тенĕ пек çеç систерчĕ:
— Хам килте пулмасан, уççи ак çакăнта, — терĕ, Микулая пусма картлашки айне кăтартса.
Пăлтăр уççи кинеми кăтартнă тĕлтех тупăнчĕ. Анчах хăй ăçта-ха вăл? Нивушлĕ утмăлтан иртнĕскер те çаплах ĕçе çӳрет? Пулĕ те ара. Килте камăн пĕччен тунсăхласа ларас килтĕр? Тепĕр тесен, пĕчченни тăр-пĕчченех те мар-ха. Картишĕнчи ешĕл çерем çинче, авă, юр пек шурă чăхсем какаласа çӳреççĕ. Виç-тăваттă çеç пулин те, хăйне кура картиш илемĕ. Автанĕ те пур. Питĕ çивĕчскер. Хăй килйышĕн чысне хытă сыхлать. Тул çутăлнине, кăнтăрла çитнине яланах вăхăтра систерет.
Ĕне те усрать кинеми, вăл та ĕнтĕ тунсăхран чуна йăпатмалăх.
Микулай, пăлтăр алăкне уçса, пӳртелле кĕчĕ. Вăрçăччен лартнă пӳрт самаях кивелнĕ ĕнтĕ. Анчах тирпейлĕ тытнипе шалта питĕ хăтлăхлă туйăнать. Кĕл тăррипе сăтăрса çунă урайĕ çап-çутă. Алăк патĕнчен тĕпеле çити Кĕтерук кинеми хăй тĕртсе тунă вăрăм палас сарнă. Картиш енчи икĕ чӳречерен те палас çине хĕвел хăйĕн ылтăн урипе пуснă. Самантлăха Микулай юмахри асамлă пӳрт-çурта аса илет: «Çичĕ тинĕс леш енче... тӳлек Çавал хĕрринче... пурăннă, тет, пĕр тăлăх кинеми...»
Хăй шухăшне çакнашкал вылятса илнĕшĕн Микулай хăех именчĕ. Пӳртре такам пур пек туйăнчĕ ăна. Вăл пуçне çĕклерĕ те пĕр вырăнтах хытса тăчĕ: икĕ чӳрече хушшинчи стена çинчен Микулая икĕ салтак питĕ тимлĕн сăнаса тăраççĕ иккен. Ашшĕпе ывăлĕ. Иккĕшĕ те вĕсем пĕтĕм пĕвĕпе ӳкерĕннĕ. Шинельпе те мулаххайпа. Ĕмĕрлĕхе хурала тăнă тейĕн...
Паçăр, пăлтăр уççине ăçта хурассине кăтартнă чух, Кĕтерук кинеми Микулая апат пирки те каланăччĕ.
— Мана ан кĕт, — тенĕччĕ вăл, — темех мар та, сĕтел çинех хатĕрлесе лартăп. Эсĕ килти пек пул.
Апатне вăл шурă алшăллипе витнĕ. Микулай уçса пăхрĕ: пуçламан хăпарту, пилĕк-ултă çăмарта, пĕр пĕчĕк чашăк услам çу тăвар суланчи, çĕçĕпе чей кашăкĕ. Мăнтарăн кинеми, епле виçепе виçсе хаклайăн-ши санăн пархатарлă ырă кăмăлна? Сан чĕрӳ те тăван анне таравачĕпе вашавачĕ. Кун пек чух эсĕ ху ют çĕртине манатăн, саншăн кунта — тăван кил.
Чунĕ пăлханнă Микулай апата, мĕнле пулнă çаплипех, çĕнĕрен типтерлесе витсе хучĕ. Сĕтел хушшине пĕччен ларма хăяймарĕ вăл. Çук, çук, апат çимелĕх ĕçлеймен-ха! Колхоза килсе çитнĕренпе талăк иртрĕ. Анчах усăлли мĕн тунă? Услап урипе ун-кун сулланса çӳренĕ. Çавă çеç. Çук, капла юрамасть.
Сăмах май каласах хăварăпăр. Институтран вĕренсе тухсанах, ара, эпир пурте хастар, питĕ нумай пĕлетпĕр. Тĕрĕссипе, çут тĕнчере эпир пĕлменни нимĕн те çук. Хайхи тӳрех вĕриленме тытăнатпăр. Эпир пыриччен пур çĕрте те çитменлĕхсем кăна. Пирĕн йăлтах пуçхĕрлĕ çавăрмалла. Çак чăрсăр кăмăл, тен, Николай Шангин кăкăрĕнче те ыттисенни пекех вĕресе тăнă пуль. Анчах куншăн ăна ытлашши ятламăпăр. Тепĕр тесен, кунта усалли нимех те çук. Çамрăкла камăн юн вĕремест!.. Тата хальхи ачасен çуралнă чухнех чунĕсем çунатлă, теççĕ.
Микулай пăлтăра тухрĕ те кравать айĕнчен хăйĕн рюкзакне кăларчĕ. Чăн тĕпĕнче, ытти кĕнекесем хушшинче, клеенка хуплашкаллă хулăн тетрадь хыпашласа тупрĕ. Ăна кунта тухса килес умĕн çеç туяннăччĕ. Паянтан дневник çырма тытăнмалла. Ялти кунсем... Куллен мĕн ĕç тунине, мĕн шухăшланине, мĕн ĕмĕтленнине йăлтах çавăнта çырса пымалла. Унсăрăн сапаланса кайма пулать, хăвна ху тĕрĕслеме те çук. Юлташ, кун каçиччен эс мĕн ĕç тунă, мĕн туса ĕлкĕреймен? Мĕншĕн? Хăвна ху пĕр хĕрхенмесĕр питле, кăлтăк-сăлтăка пĕр пытармасăр тăрă шыв çине кăлар! Пĕр ĕçе те ырана ан хăвар. Ку вăл — кахалсен йăли. Йывăрлăхран ан хăра, нимĕнле инкекре те пуçна ан ус. Йӳççине тутанмасăр, пылакне туяймăн.
Анчах чим, ĕнерпе паянхи кун çинчен дневнике мĕн çырмалла-ха? Куçа курăнмалли, чун канмалли нимĕн те туман. Микулай çак колхоза килнĕренпе урлă выртакан пĕр улăм пĕрчи те тăрăхла çаврăнса выртман. Малашнехи кунсем те çаплипех черетленсе кайсан вара епле? Ирхине килтен тухатăн, кунĕ-кунĕпе уй-хир тăрăх сулланатăн. Бригадăран бригадăна çитетĕн, пĕр çын патне пыратăн, теприн патне... Кăтартусем паратăн. Пĕр кун иртет, эрне иртет, уйăх, çулталăк, икĕ çул, виçĕ çул... Çапла ху сисмесĕрех кулленхи вак-тĕвек ĕçсен ушкăнĕ айне пулатăн. Лакса ларатăн...
Çынсем халлĕхе сана çын вырăнне хурсах хисеплеç-çĕ. Эсĕ — специалист, нумай вĕреннĕ çын. Колхоз сана ĕç укçи тӳлет. Кĕркунне çитсен, сан патна машинăпа тырă леçеççĕ, çĕрулми, купăста, ыраш улăмĕ, арпа... Хуçалăхра пурте кирлĕ. Сан ĕнтĕ хăвна кура пĕчĕкçĕ хуçалăх пур. Эсĕ пӳрт лартнă, майĕпен карта-хура çавăрма тытăнатăн. Арăму сана çулсерен пĕрер ача парнелет. Ача-пăчана сĕт кирлĕ. Эсĕ ĕне туянатан, кĕçех картишĕнче сыснасем нăрăхлатма, чăхсем кăтиклеме пуçлаççĕ. «Пурте кирлĕ!» — хăвна ху йăпататăн эсĕ. Хайхи сисмесĕрех кил хуçи пулса тăратăн. Тĕрĕсех, кунта саккуна хирĕççи нимĕн те çук.
Анчах эсĕ агроном çке-ха! Малта пыракан çын. Санăн чи малтан килти çинчен мар, колхоз çинчен, халăх çинчен шухăшламалла. Халăх ырлăх-пурлăхне çултан-çул ӳстерсе пыма тăрăшмалла. Иван Андреевич калашле, халăха çăкăр çитермелле. Ырлăх-пурлăх çăлкуçĕсен «вăрттăнĕ» сан аллунта. Эс лайăх пĕлетĕн: колхозăн пулсан — колхозникăн та пулать. Халлĕхе çынсем нумайăшсем хăйсен кил вырăнĕсем çумне куçа курăнми вĕренпе кăкарса лартнă пек туяççĕ. Пулать вăл çавнашкал: пĕр-пĕр инке ĕне пăрушне çерем çине вĕренпе кăкарса хăварать те хăй ун çинчен йăлтах манать. Пăрушĕ вара, юпа тавра çаврăна-çаврăна, ура айĕнчи çереме йĕтем пекех тăвать, вĕренĕпе тăлланса-чăлханса пĕтет. Çапах юпаран пĕр шит те аяккалла пăрăнаймасть. «Кил хуçи» те час-часах вĕренти пăру пурнăçĕпе пурăнать — пĕрехмай «харпăрлăх юпи» тавра çаврăнать.
Çапла, сыхланмасан, эсĕ те сисмесĕрех çавнашкал «кил хуçи» пулса тăратăн, «хамăнлăх» лачакине кĕçех мăй таран лакса ларатăн, хăвăн студент чухнехи ĕмĕтусене манатăн. Ăçта-ха вăл сан идеал тени? Мĕнре?
Тĕрĕс, агроном икĕ урипех çĕр çинче тăма тивĕç. Унăн пĕтĕм стихия тени — çĕр, тăпра. Тĕнчери мĕнпур материалистсем хушшинче вăл — чи çирĕп материалист. Унăн чĕрни айĕнчен хура тăпра тасалма пĕлмест. Хăй ĕçне кура, вăл час-часах тислĕк çăрать, роза шăрши кĕмен тĕрлĕ имçама анализ тăвать. Çапах та вăл чунĕпе романтик, поэт пулма тивĕç. Тислĕк ăшĕнче чавалан, анчах тислĕк ăманĕ ан пул. Тăпрана анализ ту, анчах чуну тăпра муклашки пек хытса ан лартăр. Ӳсентăран пурнăçĕ вăл хăй — тĕлĕнмелле поэзи, çунатлă романтика.
Эпир кулленхи пурнăçа асăрхамастпăр. Хăнăхатпăр.
Чăн та, пирĕн куç умĕнчех асамлă япала пулса иртет; нӳрлĕ тăпра ăшне вăрлăх пăрахатăн, вăл сăмсаланать — тымар ярать, калча кăларать. Калчи ӳсет, çĕр сĕткенĕпе тулать, хĕвел ăшшипе пиçет, малашнехи кунçул валли, çапла вара, çĕнĕ вăрлăх хатĕр пулать.
Суха кассине çĕрулми пăрахатăн — керкуннеччен çĕнĕ çĕрулми çитĕнет, малтанхинчен нумай йышлăрах.
Вăрман улмуççи хунавĕ çумне тутлă йышши улмуççи папакне сыпатăн — çĕнĕ йывăç хунавланса ӳсет.
Ӳсентăран — чĕрĕ япала. Вăл мĕн ыйтнине лайăх пĕлмелле, мĕн кирлине вăхăтра памалла ăна. Мĕн кирлĕ-ха ӳсентăрана? Пĕр шутласан, нумаях та мар. Çĕр сĕткенĕ, хĕвел ăшшипе çути, сывлăш...
Нумай та мар... Анчах этеме кусемсĕр пуçне чĕре ăшши кирлĕ. «Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв!..»
Дневникăн пĕрремĕш страницине Николай Шангин çак шухăшсене çырса хучĕ. Чăн та, вĕсем ытлашши çĕкленӳллĕ пулчĕç, вырăн-вырăн риторика майлăрах илтĕнсе кайрĕç. Анчах Микулай дневникне çын валли мар, хăй валли çырать. Кунта камăн мĕн ĕç пур?..
Чăн çӳле вăл: «196... çул, майăн 17-мĕшĕ» тесе палăртрĕ. «Чи хăрушши — кулленхи вак-тĕвексен юшкăнне кĕрсе ларни», — ку сăмахсене вара — яланах асра тытма! — аялтан икĕ хутчен туртрĕ.
Пӳрте Кĕтерук кинеми кăштăртатса кĕрсен, Микулай çырма чарăнчĕ, хăйĕнчен хăй именсе, дневникне йăпăр-япăрах хупса хучĕ.
— Апат çирĕн-и, ачам? — ыйтрĕ кинеми, тĕпелелле иртсе, хайхи сĕтел çинчи апат çаплипех витĕнсе тăнине асăрхарĕ те Микулай еннелле ӳпкевлĕ куçпа çаврăнса пăхрĕ. — Ирхине те лайăххăн çимерĕн. Тем пĕçермеллеччĕ ĕнтĕ?! Хула çыннисене пĕлеймĕн...
— Мĕскер эс, кинеми! — хыпăнса ӳкрĕ Микулай. — Хула çынни мар эпĕ, ял çынниех.
— Эппин, мĕн çиес килет? Кала, — тилмĕрсе ыйтрĕ кинеми. — Хатĕрлеме нимех те çук та.
Шеремет, хăй çавăнтах чунне кăларса парĕччĕ!..
Кинеми сĕтел умĕнче тăрать, Микулай мĕн каласса кĕтет. Кăмăлĕ пăшăрханнă пулин те, сăн-сăпачĕ унăн яланхи пекех çутă. Ахаль мар-тăр... Унăн куçĕсем пĕрехмай канăçсăр ялкăшса тăраççĕ. Пичĕ те кинемин хăйне евĕр пĕркеленнĕ: пĕтĕмпе мар, икĕ куç хӳри тĕлĕнче те куç харшисем хушшинче ытларах. Пĕрĕнчĕкĕсем вара хĕвел пайăркисене аса илтереççĕ, чăннипе вĕсем — куç хĕлхемĕсем. Пĕрисем, икĕ куç хӳри тĕлĕнчисем, тăнлав патнелле çинçелсе саланаççĕ, теприсем икĕ куç харши хушшипе çамки çинелле пайăркаланса хăпараççĕ. Çавăнпах-и, тен, кинемин сăнĕ-пичĕ нихçан та тĕксĕмленмест.
— Ача-пăчана ту-утлă апат кирлĕ те-ха ăна, — шӳтлеме хăтланать кинеми.
— Çапла ара, — кула-кулах килĕшет Микулай. — Эпĕ киле таврăнсан, анне кашнинчех ыйтать: «Ывăлăм, мĕн пĕçерес?» — «Чи тутлă апат!» — тетĕп эпĕ. «Мĕн-ши вăл?» — пĕлменçи пулать анне. «Чăмăрла çĕрулмипе уй-ран!» — тетĕп эпĕ. Çуркунне вара — серте яшки. Юрма ярса...
Кинеми пĕр сасă кăлармасăр кулать.
— Тунсăхласан, çавă ара, — тет вăл. — Апла, улма çакса ярам-ха. Уйранне те шăпах паян уçламалла. Пит лайăх кĕвелсе ларнă. Аш уйран техĕмлĕрех.
— Ан чăрмансам, кинеми! Эпĕ ахаль çеç.
— Ахаль çеç... Ахальрен ахах тăваймăн, апатсăр малах утаймăн.
Кĕтерук кинеми тĕпел кукринче тăрмашнă хушăра Микулай хăйне канăç паман шухăш пирки ыйтса пăхмасăр тӳсеймерĕ.
— Эсĕ, кинеми, Нина Ювашевăна пĕлетĕн-и çав? — терĕ вăл.
— Ара, ял çыннине епле пĕлместĕн пулать, — тĕлĕнчĕ кинеми. — Хамăр хушăра ăна Йăваш Макçăм Нинукĕ тесе чĕнеттĕмĕр. Сăпайлă хĕрччĕ...
Микулай сасартăк çӳçеннĕ пек пулчĕ. Нина çинчен кинеми тахçан пурăннă çын çинчен калаçнă евĕр калаçать: «Чĕнеттĕмĕр... хĕрччĕ...» Анчах Микулай кинемин сăмахне пӳлмерĕ.
— Ашшĕсĕр ӳсрĕ, çурма тăлăх, — терĕ малалла кинеми. — Ашшĕ, пирĕннисем пек, вăрçăра пĕтрĕ. — Вăл икĕ чӳрече хушшинчи икĕ салтак сăнӳкерчĕкĕ çине пăхса илчĕ. — Нинан хальхи тăван мар ашшĕне Шарпаш Çтаппанĕ тесе чĕнеççĕ, — хушса хучĕ кинеми. — Чипер çынах. Нина хăйĕн тăван ашшĕне куçĕпе те курман.
Ырă кăмăллă Кĕтерук Кинеми никам çинчен те усал калас çук-ха. Микулайăн Нина пирки ытларах пĕлес килет. Анчах кинеми темшĕн питĕ асăрханса сăмахлать. Унăн чĕлхи-çăварне уçма темĕнле уйрăмрах мел тупмалла-ши?
— Ку Шарпаш Çтаппанĕ чипер çынах апла? — майĕпен шутарать Микулай. — Анчах тепĕр чух чиперрин те чĕмере пулакан. Тен…
— Ай-уй, çук, çук! — типшĕм аллипе сăпса хăваланă пекех хăлаçланать кинеми. — Теприн тăван ашшĕ те ăна çитеймест. Кусен килĕнче нихçан та шăв-шав илтĕнмен. Питĕ тату пурăнатчĕç.
— Çапах та мĕн пулнă-ха Нинăна?
— Мĕн пулать хĕрупраçа? Качча тухаççĕ те арăм пулаççĕ. — Кинеми шăпланчĕ, сарăмсăр ассăн сывласа илчĕ. Микулай та текех пăвăртса тĕпчеме хăяймарĕ.
«Качча тухаççĕ те арăм пулаççĕ...» Ку çапла-ха. Микулай хăйсен тăван ялĕнчи хăшпĕр тантăш хĕрсене лайăх пĕлет. Виçем-тăватăм çул кăна качча кайнăскерсем халĕ паллама çук улшăннă: пусăрăннă, япăхнă, юхăннă, хăшĕ-пĕри вăхăтсăрах ватăлнă. Мĕншĕн? Тĕпчеме тытăнсан, ватăрах çынсенчен çапла çеç илте-тĕн: «Качча кайиччен пĕр хуйхă, качча кайсан çĕр хуйхă; хĕр чухнехи ырлăха хĕрĕх йытăпа шырасан та тупаймăн». Йăли çавнашкал, авалтан килекен йăла имĕш.
Çĕнĕ кин хулпуççийĕ çине харăсах тем тĕрлĕ йывăрлăх та тиенет: килти пĕтĕм ĕçĕ-пуçĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ, пахчи-качки. Ир-ирех тăрса ĕне су, апат пĕçерсе хатĕрле, ыттисемпе пĕрлех колхоз ĕçне васка. Кĕçех ачи-пăчи ĕрчеме пуçлать. Умлă-хыçлă ывăл та хĕр. Ача ӳснĕ чух пĕр ури шывра, тепри вутра, теççĕ. Инкекĕ-синкекĕ, чирĕ-чĕрĕ пĕрлех капланса килет. Хайхи «çĕнĕ кин» сасартăк халтан каять. Тепри пилĕк-ултă çултанах карчăк пулса ларать, çăмăллăх шыраса, хайхи турра ĕненме тытăнать.
Нивушлĕ Нинăна та çав шăпа килсе тивнĕ? Çук, çук, пулма пултараймасть. Нина — хастар хĕр. Комсомолка. Тем тери хаваслă такмаксем каласа ташлатчĕ вăл вăйă картинче!
Чунĕ тăвăннипе ним шухăшлама аптăраса, Микулай каллех ыйтать:
— Кама качча тухнă вара вăл?
— Хамăр ялсенех, — кинеми уйран çӳпçинчен çу пуçтарма тытăнать — Нина ĕнтĕ — каснă çăкăр чĕлли, — тет вăл салхуллăн. — Сана, ывăлăм, мĕне кирлĕ ун çинчен ыйтса пĕлме?.. Каснă çăкăр чĕллине калле сыпăнтараймăн. Сан Шупашкарта хăвăн куç хывни пур-тăр-ха?!.
— Чим, кинеми, эпĕ ун пирки мар, — терĕ Микулай питĕ пусăрăнчăк сасăпа. — Нина, тем, чирлесе выртман-и? Питĕ пĕтсе кайнă. Паян ирхине тĕл пултăм та аран палларăм.
Кинеми сисрĕ: Микулая çаплах темĕнле питĕ йывăр шухăш канăç памасть, ахаль мар ĕнтĕ вăл çавнашкал тĕпчесе ыйтать. Ĕнтĕ кинеми ăна хăй пултарнă таран пулăшасшăн, Нина çинчен хăй мĕн пĕлнине йăлтах каласа кăтартма хатĕр.
— Нина вăл ырă çын ывăлнех качча тухнă-ха, — тет кинеми, хăй те шухăша кайса. — Эс те пĕлме кирлĕ. Ашшĕ — Иван Демьянчă Хадаров. Сан пекех, агроном. Сумлă çын. Ĕмĕр-ĕмĕр районта ĕçлет. Пĕр хушă яла килсе пурăнкаларĕ те унтан каллех района куçрĕ. Килне-çуртне арăмĕ тытса тăрать. Питĕ пуян пурăнаççĕ хăйсем!..
Ку сăмахсене илтсен, Микулай вăрт-вартах сиксе тăче.
— Ха! Пуян пурăнаççĕ иккен, — терĕ вăл, тĕм-хура куçĕсене ялкăштарса. — Апла мĕншĕн-ха вĕсен кинĕ çав териех мĕскĕн çӳрет? Мĕншĕн?
Çамрăк агроном кунашкал вĕриленнине Кĕтерук кинеми халиччен курманччĕ-ха. Кинеми хытах шикленчĕ, анчах хăйĕн тӳлек кăмăлĕ улшăнмарĕ.
— Çыннăнне ăçтан пĕлĕн?! — ассăн сывласа илчĕ кинеми. — Хам айван пуçăмпа шутлатăп та... Ара, килĕ-çурчĕ пысăк, выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли. Пĕртен-пĕр ывăлĕ — эс пĕлетĕн пуль-ха, леш Кĕверки текенни — тӳр пилĕк ӳсрĕ... Ĕçлекен çук...
— Апла вĕсем Нинăна тарçă туса хунă! — алăкăн-тĕпелĕн уткаланă çĕртен тăпах чарăнчĕ Микулай. — Лаша вырăнне кӳлнĕ... Мăйне сӳсмен тăхăнтарнă... Хăр-хăм, чура...
— Ара, унашкал кил-çурта тытса тăрасси ахаль пулать-и?!. Хам айван пуçăмпа шутлатăп та...
Хăй сисмесĕрех Кĕтерук кинемин чĕлхи-çăварĕ уçăлчĕ. Хадаровсем (ялти пек чĕнсен, Хатарсем) пирки мĕн пĕлнине вăл тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ — васкамасăр, тӳлеккĕн, сассине пĕр хăпартмасăр.
Ĕнтĕ чăмăрла çĕрулми те пиçрĕ. Кинеми, уйран уçласа кăларса, ăшă çуне те пуçтарчĕ.
— Мул пухма хурчка чĕреллĕ çын кирлĕ, тенĕ ĕлĕк, — хушса хучĕ вăл, сĕтел çине пысăк тирĕкпе пăсланакан çĕрулми пырса лартса. — Иван Демьянчăн хăйĕн чĕри хурчканниех мар та, арăмĕн вара, ай-уй, çăхан чĕринчен те ирттерет. Чĕлхе çине килнĕ чух калам эппин. Эс, ачам, килти сăмаха кил хапхинчен кăлармăн-ха. Ял хушшинчи сăмах вăл — такана çинчи шыв. Пĕр чӳхенме тытăнсан, и-и-их, кайрĕ вара! Ман хамăн çынна тиркес йăла çук вăл. Юратмастăп... Хатар таврашĕсем те пире усал туни пулман. Анчах, ывăлăм, тĕрĕссине каламаллах. Иван Демьянчăн арăмне пурте Ăçтиçук-Таçук тесе чĕнеççĕ. Пирĕнтен тухнă сăмах мар та... ахальтен каламан-тăр?!.
8
«Мул пухма хурчка чĕреллĕ çын кирлĕ...»
Кĕтерук кинеми каласа кăтартнă хыççăн çак драмăри тĕксĕм чаршав Микулай куçĕ умĕнче кĕтесрен те пулин кăшт уçăлчĕ. Хадаров арăмĕн чĕри «çăхан чĕринчен те ирттерет» тени вара Микулая уйрăмах хытă тĕлĕнтерчĕ. Ĕнтĕ ытарайми ыра кăмăллă кинеми çын çинчен çавăн пек йывăр сăмах каларĕ пулсан, ку вăл чăннипех ахальтен мар, ăна ниепле шанмасăр ĕненмесĕр тăма çук.
Иван Демьянович Хадаров хăй питĕ чухăнра ӳснĕ иккен. Унăн аслашшĕ те, ашшĕ те колхоза кĕриччен лаша тытса курайман. Вĕсен «турă панă ĕни» пĕртен-пĕр качака пулнă. Çил хапха витĕр хĕлĕн-çăвĕн çил шăхăрса тăнă. Чалăш пӳртне хĕлсерен тӳпи таранах кĕрт хӳсе кайнă.
Çук, Иван Демьянович ытлашши авалхи çынах мар. Çĕршывра çĕнĕ самана пуçланнă чухне вăл — тăхăр çулхи ача. Çĕлĕкĕсем çине хĕрлĕ çăлтăр лартнă салтаксем яла тырă пухма килнине, чухăнсен комитетĕнче ĕçлекен ашшĕ хĕрлĕ салтаксене пулăшнине вăл питĕ лайăх астăвать. Вĕсен йăхĕ пирки ĕлĕкренех: «Хăйсем чухăн та чунĕсем хатар», — тенĕ. Ку мĕне пĕлтернине çамрăк Иван питех ăнланайман, çапах та «Хатар» ят ырă ят пек туйăннă ăна.
Асар-писер вăхăт... Ялти мĕнпур ватти-вĕтти алла хут-кăранташ, кĕнеке тытнă тĕлçитермĕш кунсем. Кĕнекисен ячĕсем те йăлтах малалла чĕнекеннисем: «Шурăмпуç», «Çутталла», «Сайра маяксем»... Хатар Тимьян Йăванĕ ялти шкултан самаях тăрнаккай кӳлепепе вĕренсе тухать. Унтан — комсомол, рабфак, ялхуçалăх институчĕ.
Хамăрăн Шупашкартах малтанхи аслă шкулсем уçăлаççĕ — педагогика институчĕпе ялхуçалăх институчĕ. Чăваш халăхĕн вăрăм кунçулĕнче малтанхи хут!.. Ун чухне, сăмахсене кĕскетсе калама юратнă май, институтсене те «Чĕппи», «Чăххи» тесе чĕнетчĕç. Педагогика институчĕ кăшт маларах уçăлнăччĕ, çавăнпа унта вĕренекен студентсем хайхи пулас агрономсенчен çапларах тăрăхласа кулатчĕç: «Ан тавлашăр, пурпĕрех чăххине чеппи вĕрентет!»
Ял пурнăçĕ те тĕпсĕр хуран пекех вĕресе тăратчĕ. Халиччен илтмен «колхоз» тенĕ сăмах тăван чĕлхене çирĕп кĕрсе вырнаçнăччĕ ĕнтĕ. Чухăнсемпе вăтаммисем, эртелĕн-эртелĕн пĕрлешсе, хăйсен уй-хирĕнчен ĕмĕрхи усал тункатасене тăпăлтара-тăпалтара ывăтнăччĕ. Таси паха! Анчах тепле майпа-çке, Таймас Варламĕ, хайхи Таçук ашшĕ, «тăпăлтармаллисен» шутне кĕреймесĕр юлнă...
Самана çилĕ ăçталла çавăрăнассине тилĕ сăмсаллă Варлам малтанах сиснĕ пулас çав. Вăл, пĕр харăсах икĕ ывăлне авлантарса, вĕсене тĕп килтен уйăрса кăларнă: çапла пĕр витери виçĕ лашаран виçĕ витере пĕрер лаша çеç тăрса юлнă. Ĕне «пуçĕ» те çавнашкалах «чакнă».
Анчах Таймас Варламĕн чăн-чăн чее кукрашки кунта мар. Урăм-сурăм пăтăрмах вăхăтра вăл чухăн Хатар Тимьянĕпе хурăнташланма васкать. Ара, Тимьян ывăлĕ Шупашкарта вĕренет-çке-ха. Кĕçех пысăк çын пулмалла. Мĕншĕн ăна кĕрӳ тăвас мар? Сăнĕ пур, пĕвĕ пур, ăсĕ те катăк мар.
Витĕр çил шăхăракан чалăш пӳрчĕ-и? Э-э, хальхи вăхăтра ку ниме те пĕлтермест. Çĕнĕ кĕрĕве пӳрт лартнă çĕрте кăшт-кашт пулăшма та пулать. «Мĕн тăвăн, — хăй ăссĕн шухăшлать Таймас Варламĕ. — Пуçа килсен — пушмак... Хатарĕ хатар-ха та, унтан та пулĕ пархатар?!»
Варлам хĕрне Таçука илсен, ăна никам та тиркеме хăяс çук. Сăн-сăпачĕ хитре, пичĕ-куçĕ таса, ӳчĕ-пĕвĕ патвар та тулли, кăмалĕ хăюллă, чĕлхи-çăварĕ çивĕч. Тупри-пурлăхĕ — çичĕ тарантас кашти авăнмалăх. Мĕн кирлĕ тата Хатарсене?
Хатар Тимьян Йăванĕ, хулара вĕреннĕ май, пайтах кĕнеке вуланă. Уйрăмах вăл «Нарспи» поэмăна юратать, час-часах хăйне Сетнерпе танлаштарса пăхать. Йăван та чухăн. Сентнер те чухăн. Анчах Нарспийĕ
вара кам-ши? Йăван хăйпе пĕрле вĕренекен хĕрсем хушшинче шыраса пăхать. Çук, курăнмасть.
Хайхи пĕррехинче, хĕллехи каникул вăхăтĕнче. Хатар Йăванĕ ялти çамрăксем ирттерекен «сурхури ĕçкине» лекет те, Таймас Варламĕн Таçукĕ ташланине курсан, çăварне карсах пăрахать: «Акă ăçта вăл Нарспи!»
Унтанпа вăтăр виçĕ çул иртсе кайрĕ. Çавал хĕрринчи «Сетнерпе Нарспи» пурĕ тăватă хĕр çитĕнтерсе качча пачĕç. Ывăл пуласса кĕтме те пăрахнăччĕ вĕсем. Тепле-çке, шăпах вăрçа пуçланнă çул, вĕсен телейне, ывăл çуралчĕ. Ниçта кайса кĕрейми савăннă ашшĕпе амăшĕ ун валли тем тĕрлĕ ят та шыраса пăхрĕç. Çемьере пĕртен-пĕр ывăл-çке-ха! Ячĕ те пĕртен-пĕр чаплă ят пултăр. Калăпăр, Ромэн, Максимилиан, Жак, Джек, (çук, юрамасть, ку йытă ячĕ!), Генрих, Алеко, Армстедт, Эдуард, Чарльз Фредерик, Жан, Поль, Пауль, Станислав, Владислав, Юрий, Валерий, Авраам, Иосиф, Джюрдж, Луидж, Луи, Георг...
Шырасан-шырасан, тавлашсан-тавлашсан, вĕсем пĕр ят çинче чарăнчĕç, тек малалла каймарĕç. Георгий!.. Кирлех пулсан, Георг е Жорж теме пулать.
Анчах Кĕтерук кинеми пеккисем ăна пурпĕрех хăйсем майлă чĕнеççĕ: нимле Жорж-морж та мар, Кĕверки кăна.
Иван Демьянович Хадаров — çĕр çинче шăв-шав кăлармасăр çӳреме юратакан çын. Çамрăк чухне те вăл ытлашши çӳлти вырăна кармашмарĕ. Тăтăшах районта ĕçлесе, ялта майĕпен кил-çурт çавăрчĕ. Тĕрĕссипе, кунта арăмĕн тивĕçĕ ытларах. Таймас йăхĕн сăпайлăхĕпе чеелĕхĕ малтан Таçукра палăрчĕ. Пĕтĕм кил-çуртне вăл хăй аллипе тытса тăрать тесен, пĕр йăнăш та пулмасть. Алли çирĕп вара унăн: мĕн лекнине вилсен те вĕçертес çук. Ахальтен мар ĕнтĕ ял çынннсем: Ăçтиçук-Таçукран хĕл варринче те пĕр кĕреçе юр ыйтса илеймĕн, теççĕ. Хăйĕн илмелле пулсан, мĕскĕн пăчăр чĕппинчен те пакартине пăтартаса кăларĕ.
Вĕсем колхозник хисепĕнче шутланса тăраççĕ. Çавна май хĕрĕх сотка кил вырăнĕ тытаççĕ. Вăйпитти-Таçук, унăн мăнттай ывăлĕ Георгий колхозра ĕмĕрне чĕрĕк ĕçкунĕ туман.
— Никам та ним шарламасть, — терĕ кун пирки Кĕтерук кинеми, чунтан тарăхса. — Тепринне пулсан, туххăмрах пахчине касса илеççĕ. Эп акă утмăлтан иртнĕ карчăк. Пĕлтĕр чирлекелесе ĕçе тухаймарăм та мана тӳрех курчĕç. «Пахчуна касатпăр», — теççĕ.
— Кам вара ăна? — вĕриленсе ыйтрĕ Микулай.
— Пур унта... хастаррисем...
Чăлханнă сăмах çăмхине сӳтет те сӳтет Кĕтерук кинеми. Ĕнтĕ никама та хĕрхенсе тăмасть.
Çапла, Ăçтиçук-Таçук тем пысăкăш пахчара çултан-çул çĕрулми лартса тăвать. Панулмипе чие садĕнче сакăр вĕлле таран хурт-хăмăр ĕрчетет. Картишĕнче — хăйне евĕр сысна ферми, хур ферми, чăх-чĕп ферми. Пур çĕре те çитсе ĕлкĕрет Ăçтиçук-Таçук. Ара, çитмесĕр! Колхоз ăна лаша та, машина та парать. Упăшки районта сумлă çын, арăмне ан пулăш-ха — кăтартĕ вăл сана!
Чăн çуркуннех, колхоз хĕрсе çураки тунă вăхăтра, Таçук Атăл тăрăх пăрахутпа кăнтăралла çĕрулми кайса леçет. Хула пасарĕнче е станцăра çăмартапа ваккăн сутă тума та именсе тăмасть. Çуллахи вĕри кунсенче колхоз машинипе Шупашкара çитиех çырла-çимĕç, панулми тиесе каять. Хĕлле хайхи ик-виçĕ сысна, пилĕк-улттă хур самăртса пусать. Вĕсем те тӳрех пасара ăсанаççĕ.
— Упăшки çурăмĕ сарлака, — малалла питлет Кĕтерук кинеми, — сăптăр та сăптăр услама... никам та курмасть, никам та илтмест... Хăйне кирлĕ пулсан, Ăçтиçук-Таçук упăшкине те хĕрхенсе тăмĕччĕ. Тирне сӳсе илĕччĕ те усламлăх пасара кайса сутĕччĕ. Ы-ых, çĕр çăтман!..
Çавă çав, Ăçтиçук-Таçукăн чĕлхи-çăварĕ пыл та çу. Вăл аслисене юрама пĕлет. Кирлĕ çĕре йăпăрт кăна çу сĕрет: типĕ кашăк çăвара çурать имĕш. Çавăн пекех, сĕрмен урапа та хытă çухăрать. Вĕсем ывăл ӳстерчĕç. Пĕртен-пĕр ывăл тесе, халĕ те-ха кĕç кăна алăра йăтса çӳремеççĕ. Ывăлĕ янккамас çитĕнчĕ, пĕр ĕçе те хăнăхаймарĕ.
«Çӳре, ачам, çӳре, — тет ăна çемçе кăмăллă ашшĕ яланах, — ырă курасси çамрăк чух кăна. Асапне-хурлăхне эпир сирĕншĕн те тӳснĕ, канăçне курман. Çӳрĕр, савăнăр, пирĕншĕн те ырă курăр».
Çапла вара, Георгий Хадаров мĕн ачаран хăй ырă курма кăна çуралнă тесе шутлать. Хăнăхмаллипех хăнăхать çак шухăша. Тĕнчери мĕнпур хитре япала — ун валли, мĕнпур тутли те пылакки — ун валли. Анчах йӳççине тутанмасăр тутине пĕлме çук, теççĕ. Георгий ăраскалĕ те çавнашкал пулса тухать: вăл пурнăç тутимасине лайăххăн астивсе пăхмасăрах ӳссе çитĕнет. Ытлашши пылакпа шăл ыратаканччĕ, ун шăпине ку инкек те пырса тĕкĕнмест. Турă çырлахтăр, шăлĕ питĕ çирĕп унăн.
Çук, ăстăнран та катăк çын мар вăл. Калăпăр, уроксене тĕплĕн вĕренсе хатĕрлеме тӳсĕм çитернĕ пулсан, вăтам шкултан вăл лайăхрах аттестат илсе тухатчĕ — виççĕ паллăсем те унта шăрçа пек ярапаланмĕччĕç. Çапах Георгий ăна-кăна уяса тăмарĕ, виçĕ çул хушшинче виçĕ института кайса, виçĕ хутчен экзамен тытса пăхрĕ. Хусанти педагогика институтĕнче ăна пĕрремĕш экзамен хыççăнах докуменчĕсене каялла тавăрса панă иккен. Мускавра ют çĕршыв чĕлхисен институчĕпе вăл иккĕмĕш экзамен хыççăн сывпуллашнă. Виççĕмĕш çулĕнче аран-аран Шупашкарти педагогика институтне хĕсĕнсе кĕнĕ вара.
Темшĕн-çке, вăл тата çине тăрсах акăлчан чĕлхине вĕренме шут тытнă. Тĕнчере нимĕн те кирлĕ мар имĕш, пар ăна акăлчан чĕлхи — ĕçĕ те пĕтнĕ! Сăнран та вăл хăйне акăлчан çынни пек туять: тăрăхларах пит-куç, кăшт малалла тухса тăракан çирĕп янах, хĕрлĕрех çырă çӳç, вăрăм та яштака пӳ-си. Ним каласси те çук, хитре каччă. Тумланасса та вăл, хăй шучĕпе, акăлчанларах тумланса çӳрет: куçлă-куçлă сăрă пуставран çĕлетнĕ костюм, çаврашка тӳпеллĕ шĕлепке, шĕп-шĕвĕр пуçлă пушмак. Хальхи модăран шит те юлмасть.
Анчах çак «акăлчан» Шупашкарта нумаях тытăнса тăраймарĕ. Иккĕмĕш çулах, хĕллехи экзаменсем хыççăн, Атăл хĕрринчен Çавал хĕрринелле таптарса килчĕ. «Заочнăйне куçрăм», — текелетчĕ хăй. Те тĕрĕс калать, те суять, — кам пĕлет ăна?! Вăхăт-вăхăт ялтан чылайлăха кая-кая çухалать. Сесси имĕш. Хайĕн «акăлчанлăхне» вара самантлăха та манмась. Вырăнла-и, вырăн-лă мар-и, тек-текех акăлчан сăмахĕсемпе перкелешет: «Гут бай», «Гут монинг», «мистер», «сэр», «сенкью»...
Кун пирки Кĕтерук кинеми Микулая пĕр кулăшла мыскара та каласа кăтартрĕ.
— Пĕркун çапла хĕрарăмсемпе пĕлтĕрхи кантăра тирпейлетпĕр, — терĕ кинеми. — Урампа хайхи çак шукăль Кĕверки иртсе пырать. Тем питĕ хаваслă хăй, те кăшт сыпнă, те ахалех. Аллине сывлăшра вылята-вылята, ют чĕлхепе, снай тем пакăлтатать. Çăварне вĕри çĕрулми хыпнă тейĕн. Пирĕн инкесем кулаççĕ: «Ай-уй, мĕн усал сăмах калать ку? — теççĕ. — Хĕвелтен те вăтанмасть!» Лешĕ, снай, хăйĕнне перет: «Гут бай! Гут бай!» Инкесем ăна сура-сурах ăсатаççĕ.
Микулай астăвать: виçĕмçул, практикăра чухне, çав «акăлчана» вăл темиçе хут та тĕл пулнă. Пĕррехинче, Нинăна вăйăран киле ăсатма кайсан, Георгий Хадаров вĕсен умне пачах кĕтмен çĕртен тухса тăчĕ. Самаях хĕрĕнкĕччĕ пулас хăй.
— Хэлло-оу! — терĕ вăл, хулăн сассине çумăр умĕнхи ула куракла тăстарса. — Тархасшăн каçарăр, эсир хăш енчисем пулатăр çав? Эп сире халиччен ку таврара курманччĕ, — хăй çавăнтах виç-тăватă сăмах акăлчанла хушса хучĕ.
— Шырăн-тупаймансем! — çивĕччĕн касса татрĕ Нина.
— Сенкью, — терĕ лешĕ, пуç тайса. — Сенкью!..
— Сенĕкӳ-шăпăру, атя, тасал çул çинчен! — вăрăм тунана хăваланă пек, пĕррех аллине сулчĕ Нина. — Тупăннă акăлчан!..
— Но-оу... — сăмса витĕр мăнаçлăн ĕнерсе юлчĕ лешĕ. — Гут ба-ай!..
Халь акă Нина — Георгий арăмĕ. «Епле-ха, епле? — пĕр канăç памăсăр пăралать Микулайăн пуçне çак шухăш. — Кăвар чĕреллĕ Нина, тăрăхласа кулма юратакан Нина мĕн пирки çав услапа качча тухнă? Мĕн çитмен ăна?»
Кĕтерук кинеми калашле, кунта Ăçтиçук-Таçук ыйхăламан иккен. Хăех вăл евчĕ пулнă, Нина амăшĕпе тăван мар ашшĕ умĕнче тилĕрен те чеерех йăпăлтатнă: «Эх, чиперкке Нинăна кин тăвас пулсан, алă çинчех йăтса çӳрĕттĕм, — тенĕ вăл. — Патша майри пек тумлантарăттăм, пылпа çу çинче ярăнтарăттăм... Мĕн, пирĕн çук-им? Ачи те ялта пĕртен-пĕр каччă!»
Тĕрĕссипе, Ăçтиçук-Таçука чи малтан килте ĕçлеме вăйпитти çын кирлĕ пулнă. Лаша вырăнне кӳлмелли çын. Тилхепине вăл малашне те хăех тытса пырĕ-ха. Никама та ниçталла та пăркаланма памĕ...
— Виçĕмçул, — тет Кĕтерук кинеми, сĕтел çинчи кашăк-тирĕке пуçтарма тытăнса, — ывăлăм, эс кунтан кайсанах, Нина пирĕн пата темиçе хут та чупа-чупа килчĕ. Кашнинчех: «Хыпар çук-и? Хыпар çук-и?» — тесе йӳтетет. Эс, ара, ман пата пĕр çыру ятăн та урăх çырмарăн. Вăхăту пулмарĕ пуль çав.
«Вăхăту пулмарĕ»... Микулая ниçта кайса кĕме çук намăс. Вăл стена çумĕнчи икĕ салтак çине пăхса илет.
Вĕсем çамрăк агронома кĕретĕнех ӳпкелеççĕ: «Тус-юлташа çакăн пек манмалла-и?»
«Айăплă... Хамах айăплă! — терĕ Микулай хăй ăссĕн, вара пуçтарăнчĕ те урамалла тухрĕ. — Нина манран хыпар кĕтнĕ... Çулăмсăрах çуннă. Юлашкинчен ним тума аптранипе... Тен, мана тарăхнипе... тытнă та çамрăк пуçне тамăк хуранне кайса чикнĕ».
Халь, акă, Кĕтерук кинеми: «Вăхăту пулмарĕ пуль» тесе лăплантарать. Вăхăт мар унта, чун пулман!..
9
Çав кунах Микулай колхозри комсомол комитечĕн секретарĕ патне çитме шутларĕ. Калаçса пăхмалла. Çапах та Нина — комсомолка. Эппин, виçĕмçул комсомолкăччĕ, унăн çулĕ иртмен-ха.
Колхоз клубĕ правленирен инçе мар, тӳпемрех уçă вырăнта ларать. Кервен кăна чул çурт. Колхозсем юлашки хут пĕрлешсен купалама тытăннă та ăна пĕлтĕр туса пĕтернĕ. Çавăн чухлĕ тăрăшни харама кайман, клуб халĕ пĕтĕм яла илем кӳрет, унăн шурă стенисемпе пысăк чӳречисем аякранах куçа илĕртеççĕ.
Клуб йĕри-тавра йывăç лартса, решетке карта тытнă йывăçĕсем çамрăк пирки сачĕ халлĕхе çарарах курăнать.
Клуб алăкĕ тăррине, хăмач тăрăхĕ çине, шултра саспаллисемпе «Ырă сунса кĕтетпĕр» тесе çырнă. Алăк ӳмĕнчи сарлака хăма çинче афиша: «Симлăри юрату». Инди кинофильмĕ. Икĕ серине те пĕрле кăтартаççĕ».
Микулай ку картинăна Шупашкартах курнă. «Симлăри юрату» хаваслă туйпа вĕçленет-ха, — терĕ вăл, эрлĕк кăмăлне пусарма тăрăшса. — Çавал хĕрринче вара... икĕ серийĕ те — драма».
Тулта çанталăк ăшшине кура клуб алăкне яриех уçса пăрахнă. Шалтан нӳрĕ те сулхăн сывлăш туртăнать. Шăп. Шăши чупни те илтĕнмелле. Микулай фойере кăшт чарăнса тăчĕ. Зала кĕмелли уçă алăк тăваткăлĕ, путвал ани пек, тĕксĕммĕн курăнать. Ковбойка вĕççĕн килнĕ Микулайăн çанçурăмĕ çӳçенсех кайрĕ.
«Ак ĕнтĕ çырнине ĕнен! — шухăшларĕ Микулай: — Ырă сунса кĕтетпĕр тенĕ çĕртех клуб мана сиввĕн кĕтсе илет».
Вăл ун-кун пăхкаларĕ те сылтăмри алак çинче «Клуб заведующийĕ» тесе çырнине асăрхарĕ. Кантăк айĕнче — ылтăн саспаллисем. Микулай алăка хуллен кăна шаккарĕ. Хирĕç никам та сасă памарĕ. Микулай тепре тăкăртаттарчĕ. Хальхинче чылай хытăрах. Вара алăк хăвăрт уçăлчĕ те, çавăнтах çамрăк çын пуçĕ курăнса кайрĕ.
— Мĕн кирлĕ? — пит евĕккĕнех те мар ыйтрĕ алăкри пуç, анчах тепĕр самантрах çемçерех сасă илтĕнчĕ: — Тархасшăн, кĕрĕр. Эпĕ пĕр-пĕр ют çын пуль тесе...
Вĕсем паллашнăранпа пĕр талăк кăна иртнĕ-ха. Кариньков ĕнер Шангина самаях килĕшнĕччĕ. Курăмлă йĕкĕт. Анчах паян Шангин ăна вăхăтсăр килсе чăрмантарчĕ-и, мĕн-и, — лешĕ ытлашши вашаватах та пулмарĕ.
— Так, ĕçе тытăнтăр апла? — çепĕççĕн кулса илме хăтланчĕ Кариньков, хăйĕн тути вара, тем йӳçĕ япала хыпнă пек, хăрах еннелле чалăшса кайрĕ. — Ырă сунатпăр... Паллашăр...
Хĕвел кĕмен тĕксĕм пӳлĕме Микулай йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те кĕтесри кĕнеке шкапĕ умĕнче тепĕр çын тăнине асăрхарĕ.
— Манăн çывăх юлташ — Георгий Иванович Хадаров, — терĕ Кариньков. — Студент-заочник... Мана ялти культура ĕçĕнче пулăшать. Малашне эсир пулăшасса шанатăп...
Микулай вырăнтан та хускалмарĕ. Георгий те ăна хăй тăракан кĕтесрен çеç пуç тайрĕ, тупăннă акăлчан аристокрачĕ!..
Вĕсем виççĕшĕ те пĕр-пĕрин умĕнче питĕ ырă мар туйрĕç. Кариньковпа Хадаровшăн Микулай, чăн та, кĕтмен хăна пулчĕ пулас. Вĕсен иккĕшин темĕнле вăрттăн-кĕрттĕн япала пур пек туйăнать: пытарасшăн хăйсем, анчах пытараймаççĕ. Пăлтăртан хăйма чӳлмекне ӳпĕнтерсе кĕнĕ пуçтах кушак аçи вара хуçи умĕнче çавнашкал сĕркеленме тытăнать.
— Ларăр, — Кариньков, ним тума аптăранă енне, Микулая пукан сĕнчĕ.
Агроном ларчĕ.
— Манăн сăмах пурччĕ, — терĕ вăл. — Куçа-куçăн калаçмалли сăмах... — Микулай хăй сисмесĕрех Хадаров еннелле сиввĕн тинкерсе пăхрĕ.
— Георгий — хамăр çын... Комсомолец, — лăплантарма васкарĕ Кариньков. — Ун умĕнче...
— Çапах та...Микулай хулпуççине кăмăлсăррăн кăлт сиктерчĕ.
— Тархасшăн, эпĕ тухма пултаратăп, — алăк патнелле вăрăммăн ярса пусрĕ Хадаров. — Гут бай!..
Иккĕшех юлсан, Кариньков та хăйĕн кулленхи вырăнне, сĕтел хушшине, кĕрсе ларчĕ.
— Итлетĕп.
Этем тенинчен ытла та тĕлĕнмелле çав. Тин кăна вăл тем пирки çĕткелешетчĕ, сăрпаланатчĕ, халь, авă, пукан çине ларчĕ те туххăмрах лăпланчĕ. Пукан çумĕнче темĕнле асамлă вăй пур тейĕн. Ларнă-ларманах çынна пуçлăх сăнĕ кĕчĕ, унăн мăнаçлăхĕпе сумлăхĕ те самантрах тупăнчĕç. Сасси те улшăнчĕ: кĕретĕнех хулăнланчĕ.
— Итлетĕп...
Ха, эс ăна! Вăл итлеме хатĕр иккен, çамрăк пуçлăх. Агроном ăна шăтараслах тинкерсе пăхрĕ. Лешĕ тӳсеймерĕ, куçне тартрĕ. Микулай вара куçĕпе унăн сĕтел çинче выртакан аллисене тĕллерĕ. Лешĕ каллех тӳсеймерĕ, икĕ аллине те сĕтел айнелле пытарчĕ. Шăпах çак самантра Микулай пĕр пĕчĕкçĕ япала асăрхарĕ. Хăйне кура витĕмлĕ деталь.
Клуб пуçлăхĕн сĕтелĕ çине сенкер хут сарнă. Шкул ачисем ун пек хитре хутран кĕнеке е тетрадь хуплашкисем тăваççĕ. Кунта акă унпала сĕтел çиттийĕ вырăнне усă кураççĕ. Ан тив, пултăр-ха, ку нимех те мар. Анчах сенкер хут çинче темĕнле нӳрĕ çаврашкасем палăраççĕ. Стакан е кĕленче йĕрĕсем. Вĕрçĕнĕ йĕрсем. Юрĕ, тейĕпĕр, вĕсем те темех пĕлтермеççĕ. Кариньков хăйĕн «çывăх тусĕпе» шыв ĕçме пултарнă — тулта çанталăк самаях вĕри. Анчах Микулая кунта урăххи тĕлĕнтерчĕ. Сĕтел çинчи çаврашка йĕрсене клуб пуçлăхĕ те Микулайпа пĕрлех асăрхарĕ иккен: вырăнтан яшт сиксе тăчĕ те, чернил хатĕрĕсене аяккалла куçарса, сĕтел çинчи сенкер хута кăпăр-капăрах пуçтарчĕ.
— Миçе каланă çав техничкăна, сĕтеле таса тытмалла тесе, — мăкăртатса илчĕ вăл. — Çук, вĕт, итлемест...
Каллех çухатрĕ вăл «пуçлăх сăнарне». Чăн та тĕлĕнмелле, «асамлă пукан» çумĕнчен самантлăха çеç хăпать — тӳрех çĕткеленчĕк те сăрпаланчăк çын пулса тăрать. Унăн мăнаçлăхĕпе курăмлăхĕ те таçта амака кайса çухалаççĕ.
Микулай ĕнтĕ пачах иккĕленме пăрахрĕ: стел çинчи çаврашка йĕрсем ахальтен мар. Кариньковпа унăн «çывăх тусĕ» çак улах пӳлĕмре «савăш куркисем» ӳпĕнтерсе ларнă иккен. Микулай килсе кĕрсен, иккĕшĕ те вĕсем темĕнле вăрттăн ĕç патĕнче çакланнă çынсем пек ăшталанса укрĕç, кушак евĕр те сĕркеленсе-йăпăлтатса пăхрĕç. Халь, акă, клуб пуçлăхĕ, сĕтел çиттине лӳчĕркесе тăкса, кĕтесри карçинккана пăрахрĕ.
— Итлетĕп, — терĕ вăл, тепĕр хут хăй пуканĕ çине ларса. Унăн вăрăм кӳлепипе тĕксĕм пит-куçĕнче каллех «пуçлăх сăнарĕ» палăрчĕ. Чăннипех асамлă пукан!
Кăкăрĕнче кулăш хĕлхемĕ вылянса илнĕ май, Николай Шангин ĕнтĕ хăй калас сăмахне хăюллăнах хускатрĕ.
— Эпĕ сиртен Нина Ювашева пирки ыйтса пелесшĕнччĕ, — терĕ вăл.
— Тархасшăн, анчах эп ĕç çинчен калаçасса кĕтнĕччĕ, — тути хĕррине пăшăрханнăн тавăрса хучĕ Кариньков. — Ювашева пирки пĕлместĕп, тем калаçмалла?! Ман шутпа, ку ыйтăва эпир тахçанах татнă.
— Татнă апла?
— Çапла, татăклăнах татнă.
— Ман эппин ĕç çинчен кăна калаçмалла? Комсомолка шăпи — ĕç мар иккен?!.
— Комсомолка? — тĕлĕненçи пулса, куçне-пуçне чармакласах пăрахрĕ Кариньков. — Эсир, Шангин юлташ, пурнăçри событисенчен питĕ кая тăрса юлнă. Аван мар, аван мар апла. Ювашевăна эпир комсомолтан иртнĕ хĕлех кăларса ывăтрăмăр.
— Мĕн сăлтавпа? — аран çеç çаврăнчĕ Микулайăн сасартăк пăрланса ларнă чĕлхи. — Мĕншĕн?
— Тĕн йăлине тытса пынăшăн.
— Тĕрĕсрех каласан?..
— Тĕрĕсрех каласан — ачине ĕлĕкхи йăлапа чиркӳре тĕне кĕртнĕшĕн.
— Пулма пултараймасть! — Микулай ура çине сиксе тăчĕ. — Ĕненместĕп.
— Факт, — сĕтеле ал тупанĕпе касмалла çапса илчĕ Кариньков. — Фактран ниçта та пăрăнаймăн.
— Вара лешĕ, — пуçне урамалла сĕлтрĕ Микулай, — упăшки епле-ха? Эс ăна комсомолец терĕн пулас?!.
— Çапла, Георгий Хадаров — комсомолец. Анчах ачине тĕне кĕртнĕ чух ялта пулман вăл. Заочнăй сессие кайнăччĕ. Айăпсăр çынна айăплама çук. Каллех факт, — Кариньков ал тупанĕпе сĕтелĕ тепĕр хут таклаттарчĕ. — Пĕтĕмпех факт!
Клуб пуçлăхĕ сĕтел хушшинчен тухрĕ те, агроном патнелле пырса, аллине ун хулпуççийĕ çине хучĕ — пуçлăхсен йăли!..
— Шел, ĕç çинчен калаçаймарăмăр, — терĕ вăл. — Эппин, тепĕр чух... Пурăнма тин çеç тытăнатпăр-çке-ха...
Ун çăварĕнчен эрех шăрши кӳ! килсе çапрĕ. Микулайăн пĕтĕм шăмшакĕ тарăх юн вĕресе хăпарчĕ.
— Юрĕ, тепĕр чух пултăр эппин, — терĕ те вăл клубран тухрĕ.
Мен тери йывăр кун! Йывăр та вăрăм кун. Ирхине Нинăна хӳтĕ тăкăрлăкра тĕл пулнăранпа темиçе çул иртнĕ пек туйăнчĕ Микулая. Çавнашкал йывăр самантсем чĕрере йĕр хăвармасăр иртмеççĕ. Кăмăл хуçăлсан, шăмшак хуçăлать, тенĕ ваттисем. Питре малтанхи пĕркеленчĕк палăрса юлать — халлĕхе куçа курăнман пĕркеленчĕк, пуç çинче пĕрер çӳç пĕрчине кĕмĕл тĕс пырса лекет — халлĕхе куçа курăнман кĕмĕл тĕс. Кайрантарах, тепрер вунă çул иртсен, вĕсем, халь куçа курăнман пĕркеленчĕксемпе кĕмĕл тĕс лекнĕ çӳç пĕрчисем, кĕретĕнех палăрма тытăнаççĕ.
Нинăн тулли витрисенчен шыв шăпăртатса тăкăннине курнăранпа Микулая тепĕр туйăм та канăç памасть. Унашкал туйăма ăнлантарса пама та хĕн. Юханшывăн, калăпăр. Çавалăнах, тĕл-тĕл сакăлта çыран пулать. Çав вырăнта шыв çаврăна-çаврăна юхать. Ăна авăр теççĕ. Эсĕ сакăлта çырантан пăхса тăратăн. Сисмесĕрех санăн пуç çаврăнма тытăнать. Эсĕ куçна урăх çĕрелле тартасшăн, ку вырăнтан пăрăнса каясшăн, анчах урусем сана пăхăнмаççĕ, эс кунтан ниепле те хăпаймастăн. Тĕшмĕше ĕненес пулсан, тухатнă вырăн темелле. Сан куçу умĕнче хайхи пĕтĕм çĕр çаврăнма пуçлать. Тепрер самантран эсĕ тарăн авăра пуçхĕрлĕ тăрăнма пултаратăн.
Мĕн иртенпех çав туйăмпа çӳрет те ĕнтĕ пирĕн Микулай. Ун умĕнче пăтранчăк авăр тарăнланнăçемĕн тарăнланса пырать. Пĕр хура хыпар çумне тата хурарах хыпар хутшăнать. Нинăна, авă, комсомолтан кăларнă иккен. «Ачине чиркӳре тĕне кĕртнĕшĕн...» Нивушлĕ Нина, хастар чĕреллĕ, çивĕч ăстăнлă Нина, çавăнтах çитсе тăнă? Мĕн пирки? Кам тĕртсе кĕртнĕ ăна çав шапа лĕккиллĕ шурлăха?
Чим-ха, чим. Нинăна комсомолтан кăларакансем хăйсем мăй таранах пылчăкра çăрăлмаççĕ-ши?
Микулай пуçĕнче, тарăн авăрти пек, тем тĕрлĕ шухăш та пăтранса тăрать. Хăлхинче йĕкĕлтенĕ хулăн сасă: «Факт!.. Фактран ниçта та пăрăнаймăн...» Шурлăхри шапа сасси — ква-ква!.. Факт, факт....
Çук, çамрăк агроном колхозри комсомол организаци секретарьне кунашкал сăн-питлĕ курăп тесе пачах сунманччĕ. Ĕнер районта курнипе танлаштарсан, Кариньков паян йăлтах урăх çын. Апла вăл ĕнер те... Чим, пĕтĕçтерӳсем тума иртерех мар-ши, Микулай тусăм?..
Хăй уçă та тӳрĕ кăмăллăскер, Николай Шангин кирек мĕнле çын сăнарĕнче те чи малтан лайăххине, ыррине курма ĕмĕтленет. Лайăхраххи, çук пулсан, шырама, тупма тăрăшать. Акă, тин çеç тĕл пулнă икĕ этем. Иккĕшĕ те çамрăк, тумланасса та хуларинчен япăх мар тумланса çӳреççĕ. Пĕр сăмахпа, хуплачисем — йăлтăркка, анчах шалта?.. Пушă иккен шалта! Витĕрех çил вĕрсе тăрать. Çав пушă хăвăла хайхи мĕнле те пулин тултармалла... Эрехпе-и унта е наркăмăшпа... Мĕн ĕç тăваççĕ вĕсем кун каçа? Мĕнле йĕр юлать вĕсен ĕçĕнчен? Сĕтел çиттийĕ çинчи йĕпе çаврашкасем?..
Шангин самантлăха хăйне хăех пӳлет: «Тен, эпĕ чунăм тулашнипе ытлашши киревсĕр шухăшлатăп çын çинчен? Тен, çав Кариньковпа Хадаров чип-чипер йĕкĕтсем?!. Çамрăк чух курнăçланасси пур ĕнтĕ вăл». Çапах та, Микулай шучĕпе, клуб пуçлăхĕ хăйне ытла мăнаçлă тыткалать. Калаçасса та пĕр вĕçĕмех хаçатра çыракан чĕлхепе калаçать. Кашни сăмахне вăл вара тивĕçлĕ вырăна лартса пыма тăрăшать: «Итлетĕп., Тархасшăн... Ыйтăва тахçанах татнă...»
«Ыйтăва мар эсир, этем ĕмĕтне, çамрăк хĕр телейне татнă. Чунсăр бюрюкратсĕм! — урампа хăй тĕллĕнех вăрçса пырать Шангин. — Шанмастăп, ĕненместĕп сире!»
Анчах çавнашкал вĕриленнипе вăл хăй сисмесĕрех питĕ пысăк йăнăш туса хурать.
Чăн та, малтан унăн пуçне ăслă шухăшах пырса кĕнĕччĕ. Вăл хăй паян мĕн курни-илтни çинчен парторганизаци секретарĕпе калаçса пăхасшăнччĕ. Петр Иванович Уруков, паллах, ялти ĕç-пуçа никамранта лайăхрах пĕлет, нумай япалана витĕр курса тăрать. Çав вăхăтрах Микулая тепĕр шухăш та иккĕлентерчĕ: иртерех пулмĕ-ши унашкал калаçу? Халлĕхе Микулай «Нина ĕçĕ» пирки питĕ сахал пĕлет-ха. Ара, пĕли-пĕлми ĕç пирки мĕн калаçăн? Мĕншĕн малтан Нинăпа хăйĕнпе куçа-куçăн тĕл пулса сăмахлас мар? Мĕншĕн килне кайса килес мар? Нинăн хунямăшĕнчен е упăшкинчен ыйтса пĕлес мар? Вĕсем кашкăрсем мар-çке-ха, çынсемех. Ним те шырамасть кунта Микулай, ним те хапсăнмасть. Вăл пĕлесшĕн!.. Усалли кунта нимĕн те çук. Вăрттăн тĕл пулма хăтлансан, усал сас-хура ытларах сарăлĕ. Микулай Нинăпа нихçан та савнипе çӳренĕ пек çӳремен. Вăйăран çеç пĕр-икĕ хутчен килне ăсатса янă. Юлташла. Кун пирки кам мĕн калама пултартăр? Халĕ çын инкеке лекнĕ пулсан, ăна пулăшмалла. Комсомолец тивĕçĕ. Хаçатсенче те тăтăшах çыраççĕ. «Аякран çеç сăнаса тăмалла мар!..»
Микулайăн çăвар маччи сухăр хыпнă пек типсе ларчĕ. «Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...» Тахçанхи сăмахсем халĕ тепĕр хут чуна ыраттарсах илтĕнсе кайрĕç. Мĕн тери хаклă вăл ăш хыпнă чухне пĕр сыпкăм шыв!.. Тен, çав «сыпкăм шыва» Нина паян кунчченех кĕтсе пурăнать?!. Халех çитмелле ун патне. Тата интересшĕн — Хадаровсен чаплă кил-çуртне кĕрсе курни те пăсмĕ. Пурнăçра вăл та кирлĕ. Мĕн хăраса тăмалли!
Пĕр харăс капланса килнĕ чăрсăр шухăшсен юхăмне пăрăнса, Николай Шангин клуб патĕнчен Аслă урамалла анчĕ те, правление кĕмесĕр, тӳрех Хадаровсем еннелле çул тытрĕ.
Авалхисен ăслă сăмахĕ пур: «Ишме вĕренесех тесен, шыва хирĕç иш, шыва май пĕрене те ишет». Микулай халь çак сăмаха вырăнсăртарах тата хăй ăнланнă пекрех аса илчĕ пулас. Çавăн пирки... Чимĕр, кун çинчен кăшт каярах...
10
Аслă урампа нумаях та каяймарĕ çамрăк агроном, кĕçех иккĕмĕш бригадăн бригадирне Пайгусова тĕл пулчĕ.
— Сывă-и?
— Сывах-ха!..
Микулайшăн ку тĕлпулу ырлăха пек туйăнчĕ. Хăвăнтан аслăрах çынпа калаçса пăхни нихçан та пăсмасть.
— Тарас Иванович, — терĕ Микулай, — эпĕ, сана шыраса, паçăр уя тухсаттăм. Сирĕн унта сахăр кăшманне акса пĕтернĕ иккен.
— Ĕнерех нумай юлманччĕ, — хуравларĕ бригадир. — Хăвах куртăн-çке...
— Ара, ĕнер çул çинчен куçпуç сапаланнă мар-и?..
— Çуракипе ĕç татрăмăр-ха. Халăх килти пахчасене тытăнчĕ.
— Вăл та кирлĕ.
— Питĕ кирлĕ. Вăхăт иртет. Çĕр хытать. Анчах ман леш хайхи платникĕн пуртти катăк тенĕ пек пулса тухрĕ. Бригадира лаша çитмерĕ. Лаши те мар-ха, колхозăн лашапа сухаламалли плугсем сахал. Пахчана трактор кĕртеймĕн, çырла йывăççисем, купăста панчисем унта... Черет кĕтме тивет. Эс, Николай Степанович, мĕн ĕçпе шыранă вара мана?
— Питĕ кирлĕ ĕçпе.
Агроном бригадирпа пĕрле çурма çултан колхоз правление таврăнчĕ.
— Эсĕ, Тарас Иванович, пурăнса курнă çын, — терĕ вăл. — Бригадирта нумай ĕçленĕ. Санран ăс ыйтса пă-хасшăнччĕ.
— Тем-çке... — Пайгусов кулса илчĕ. — Ăсĕ çын валлиех тупанĕ-ши?! Эсир — вĕреннĕ çынсем...
— Кĕнеке вулама вĕреннĕ, — сапаланчăк çӳçпуçне тирпейлерĕ Микулай. — Анчах пурнăç — урăхларах кĕнеке. Манăн акă тырпул пухса кĕртмелли ĕç планĕ тумалла. Чи малтан мĕн кирлĕ кунта? Мĕнрен тытăнмалла?
— Чи малтан шурă хут кирлĕ, чернил кирлĕ, — пĕр кулмасăр явапларĕ бригадир. — Унтан сĕтел хушшине лармалла та çырма тытăнмалла.
— Çу-ук, Тарас Иванович, сăмах ун пирки мар-ха.
— Пирĕн, снаш, план тенине яланах çав йĕркепе тăваканччĕ. Маччари турат куçĕ çине пăхса илеççĕ те хут çине цифрăсем лартаççĕ. Саккăрсем, тăххăрсем, нульсем, вуннăсем, çĕрсем... пинсем...
— Пире турат куçли мар, тĕрĕс куçли кирлĕ. Чăн-чăн план!
— Чăнни пулсан, ăна тума вара шанчăклă çынсем, юсавлă машинасем, çирĕп ĕç хатĕрĕсем тата... тата нимĕнле усал çанталăкран та хăраман хастар чĕресем кирлĕ. Çĕр çинчи космонавтсем.
Бригадирăн хура куç харши айĕнчи тĕксĕм куçĕсем йăлл çеç çуталса илчĕç. Сайран та шултран та пĕркеленнĕ сăнĕ-пичĕ сасартăках çамрăкланнă пек пулчĕ.
— Çапла, план валли чун кирлĕ, — терĕ вăл. — Чунсăр план — план та мар. Пулă чĕркемелли хут татăкĕ...
— Тĕрĕс, Тарас Иванович, плана чун кирлĕ, ăна тултарнă чух ăш хыпсан, пĕр сыпкăм шыв кирлĕ, — кĕтмен çĕртен хушса хучĕ агроном.
— Вăл та кирлĕ, — килĕшрĕ бригадир. — Пирĕн ĕçре ăш хыпмалли час-часах туйăнать. Ман бригадăра, акă, механизаторсем çитмеççĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, хальхи яш-кĕрĕм хуланалла туртăнать. Стройкăна, завода, аслă шкула. Пĕр трактористне çураки пĕтиччен аран-аран чарса тăтăм. Икĕ комбайнер хĕллех хулана тапса сикрĕç. Курсра вĕреннĕ хыççăн халь кран çинче ĕçлеççĕ. Пăх та кур вĕсене — хула çыннисем! Сывă пул, тăван ял!..
— Чим-ха, Тарас Иванович, çамрăксем ялтан ан тарса пĕтчĕр тесен, мĕн тумалла? — вĕриленсех ыйтрĕ Микулай. — Пĕрисем, авă, культурăллă ĕçе вăйлатмалла теççĕ... Клуб, библиотека, хор, ансамбль...
— Клубĕ те, библиотеки те, хорĕ те пур-ха пирĕн, — сасартăк шухăша кăйса хуравларĕ Пайгусов бригадир. — Юррине шăрантаратпăр кăна... Ĕçне вара…Ача-пăчана пĕчĕкрен ĕçе вĕрентейместпĕр. «Тĕнчере чи тутли — ху аллупа ĕçлесе тупнă çăкăр, — тенĕ ĕлĕк атте-анне. Çавă çав, ху аллупа тунă ĕç нимрен те пахарах... Акă, çуркунне çырмари юшкăн ăшне йăмра патак çеç чиксе хăваратăн. Вăл тымар ярать. Хунавланса ӳсме тытăнать. Эсĕ тӳсейместĕн, çав хунав йăмрана тек-текех кайса пăхатăн — еплерех ӳсет-ши тетĕн. Саншăн хаклă çав йывăç. Эс ăна хăвăн аллупа лартнă. Тĕрĕссипе, малтан вăл йăмра турачĕ кăна пулнă. Ахаль патак. Пысăкрах ĕç тусан, çав ĕç çумне пысăкрах чун сыпăнать.
— Кăвапа сыпăннă пек-и? — ĕнер райкомолта калаçнă сăмаха аса илчĕ Микулай.
— Кăвăпи татăлсан — пулмарĕ вара, — хушса хучĕ Пайгусов бригадир. — Чун туртман ĕç чул турттарнинчен те йывăртарах... Ĕç патне питех чунĕсем туртмаççĕ çав хăшĕсен... Çӳреççĕ вара тăрнаккайсем, çӳл тӳпери тăрнасене шутласа...
Бригадирпа çамрăк агроном пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр ларчĕç. Чылайран тин Микулай хăй пĕлес тенине хăйса ыйтрĕ.
— Тарас Иванович, — терĕ вăл, питĕ асăрханса, — сан бригадунта лайăх трактористка пурччĕ...
— Нина Ювашева-и?
— Ара çав. Халь ăçта вăл? — пĕлменçи пулчĕ Микулай.
— Мĕн каласси, питĕ лайăх трактористкăччĕ, — терĕ бригадир пăшăрханнă сасăпа. — Хĕрупраçăн мехелĕ çавнашкал ĕнтĕ — качча тухаççĕ те ача-пăча кипкипе чăлханса лараççĕ.
— Трактор патне калле тавăрма çук-ши ăна?
— Тем пекчĕ те... Ненай çав...
— Калаçса пăхас! — кăмăлĕ хăпартланнине пытараймарĕ Шангин. — Астăватăп, Нина Ювашевăн тата Лида ятлă хĕр-тусĕ пурччĕ. Лафетлă жаткăпа ĕçлетчĕ. Нинăпа пĕрле, тен, вăл та машина патне таврăнĕ?!.
— Ĕмĕчĕ хитре те... ненай çав, — каллех пуçне пăркаларĕ бригадир — Нина, снаш, трактор патне мар, ахаль ĕçе те тухаймасть. Хатарсем кăлармаççĕ...
Микулай хăй шухăшне текех пытарса тăмарĕ.
— Эпĕ, Тарас Иванович, шăпах Хадаровсем патне çул тытнăччĕ, — терĕ вăл. — Сана тĕл пултăм та каялла çаврăнтăм. Тен, пĕрле çитсе пăхăпăр? Тарас Иванович, э?!. Эсĕ бригадир.
Пайгусов пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ. Тем шухăша кайрĕ пулас. Унтан сăмаха вараххăн тăстарса:
— Çук, пыраймастăп, — терĕ. Анчах мĕншĕнне каламарĕ. Микулай та ыйтма хăяймарĕ. Хăй ăссĕн çеç бригадирăн шухăшне кăшт тавçăрнă пек пулчĕ: «Хадаровсем ялта сумлă çынсем, снаш, пурнăç майне-шывне пирĕнсĕрех лайăх пĕлеççĕ. Эпир мĕн?.. Снаш, тăпра ăманĕсем кăна...»
Ялта çав териех хăраççĕ-ши Хадаровсенчен е вĕсене ытла пысăка хурса хисеплеççĕ?!. Микулай çакна халлĕхе ниепле те ăнкарса илеймест. Хатарсем çинчен Кĕтерук кинеми те паçăр, ытарлă-мĕнлĕ тенĕ пекрех, питĕ асăрханса каласа кăтартрĕ. Чăн та, Микулай хăйне кирлине ăнланчĕ-ха. Вăл ĕнтĕ, хăй шучĕпе, Хадаровсем мĕнешкел çынсем иккенне витĕрех курать. (Пытармăпăр, унăн çапла «çиçĕмле пĕтĕçтерӳсем» тăвас йăла пур.) Вăл имĕш «шыва май мар, яланах шыва хирĕç ишесшĕн», ма тесен, «шыва май пĕрене те ишет».
— Юрĕ эппин, Тарас Иванович, — терĕ агроном, бригадирпа сывпуллашса. — Пĕчченех çитсе пăхăп. Ял çыннисемпе манăн паян-и е ыран-и — пурпĕрех паллашмалла.
— Ара çав, — Пайгусов çамрăк агронома ырă сунчĕ. — Ĕç ăнăçсан, тав тăвăп, — терĕ.
Хадаровсем хăш тĕлте пурăннине Микулай виçĕмçултанпах пĕлет. Паян та тăваттăмĕш хут иртет вăл çак урампа. Хальхинче унăн кăмăлĕ хытах пăлханать. Шăтăрнак карта кĕтессине çитсен, Микулай кăшт чарăнса тăчĕ. Мĕншĕн-ха Хадаровсен кил-çуртне «чаплă» теççĕ ялта? Микулай пăхать те нимĕн чаплине те курмасть. Пӳртне, авă, темĕнле кутăн лартнă. Унашкал «кутăн пӳрт» кашни ялта тенĕ пекех пĕрер е икшер тупăнкалать. Çĕнĕ япала мар. Хăшпĕр «ырă хуçасем», пӳрт ĕмĕрĕ вăрăма пытăр тесе, юри ăна çав май лартаççĕ. Чи ăнăçлă пӳрт хĕвеле хирĕç пăхаканни шутланать. Анчах Хадаровсен кил вырăнĕ хĕвеле тӳртĕн выртать. Кун пек вырăнта пӳрте урам еннелле пăхтарса лартсан, хайхи ун чӳречисем çурçĕрелле пулнă пирки, шала хĕвел кĕреймест, пӳрт вара хăвăрт кăмпаланса çĕрме тытăнать. Пĕлме çук, ĕмĕртен сăнаса пынă ăслай çапла хушать-тăр?!.
Тепĕр тесен, кашни кил-çуртăн сăн-сăпатĕнче хуçин сăн-сăпачĕ палăрать. Сурпанне кура халамĕ, теççĕ. Тĕрĕсех пуль çав. Ку ялта Шангин — çĕнĕ çын. Халлĕхе вăл хăй хăлхипе илтмен пулин те, ял çыннисем Хадаровсен пӳртне унчченех «кутăн пӳрт» тесе ят хунă иккен. Каласса куçкĕретĕнех мар, вăрттăн-кĕрттĕн çеç калаççĕ-ха, çапах та ячĕ пур. Ара, урăхла епле калăн? Микулай чĕлхи çине те тӳрех çав сăмах килсе çакланчĕ. Кутăн япала кутăнах ĕнтĕ вăл.
Урамран Хадаровсен кайри пӳрчĕ те мар, пăлтăрĕ çеç курăнать. Чăн та, капла кил-çурт илемĕ çукрах. Çавăнпа-и, тен, çурт умĕнчи пахчине вĕсем акаци те пилеш лартса тултарнă. Ан тив, килти хĕрт-сурта ешĕл çулçă хӳтĕлетĕр! Пăлтăртан урамалла тенĕ пек пĕчĕк чӳрече кăна пăхать. Хăрах куç. Циклоп куçĕ. Ăна та пулин йывăç тураттисем хупăрланă. Хуçисем шалта мĕнле пурăннине урамран никам та кураймĕ. Хăйсем вара урамра мĕн пулса иртнине çав пĕчĕк чӳрече витĕр йăлтах сăнаса тăма пултараççĕ.
Микулай пуçĕнче кăшт кулăшларах шухăш вылянса илчĕ: «Кутăн пӳрт ял çине циклоп куçĕпе пăхать», — терĕ вăл.
Вырăсла хапха. Юписем кĕреш юманран. Хапхаран лерелле çӳллĕ хӳме тăсăлса каять. Хӳме çийĕн йĕплĕ пралук карса тухнă. Микулай малтанах хăй куçне хăй те ĕненмерĕ. Сăнасарах пăхрĕ те — чăнласах йĕплĕ пралук. «Манăн кил — манăн крепость», — аса илчĕ Микулай тахçан вуланă кĕнекери сăмаха. Камшăн — крепость, камшăн — концлагерь... Каччă кăкăрĕнче каллех юн вĕресе хăпарчĕ. Çапах та хăй иккĕленме пăрахмарĕ:
— Кĕрес-и, кĕрес мар-и?..
Юлашкинчен чăрсăрланчĕ. «Э-э, тепĕр тесен, — шухăшларĕ вăл хăй ăссĕн, — кунта çынсемех пурăнаççĕ. Тата, секретарь каларăш, Георгий Хадаров — комсомолец. Чăн та, клубра вĕсем ыррăнăх тĕл пулмарĕç-ха. Пурпĕрех...»
Çак шухăшпа Микулай вырăсла хапхан кĕçĕн алăкне уçрĕ те хăрах урине картишнелле ярса пусрĕ. Пĕр сасă та çук. Шăплăхра алăк шашулкки çеç ытлашши хытă чанклатнă пек туйăнчĕ. Малалла утма та хатĕрччĕ ĕнтĕ Микулай. Унччен те пулмарĕ, пĕр сасă памасăр, таçтан çĕр тĕпĕнчен тенĕ пек, йытă сиксе тухрĕ. Микулай ăна-кăна чухласа иличчен йытă тӳрех ун çинелле ыткăнчĕ. «Пĕтрĕм!» — çак шухăш çеç вĕлтлетсе илчĕ каччă пуçĕнче. Анчах этемĕн хăйне хăй хӳтĕлес туйăм пур. Çав туйăм шухăшран та çивĕчрех иккен. Микулай, хай сисмесĕрех, йытта пĕтĕм вăйран урипе тапса ывăтрĕ. Эх, апла юрать-и вара!.. Йытă йăлтах урса кайрĕ. Самантлăха каялла чакса, сывлăш çавăрнă май ик-виçĕ хут хаяр сасăпа вĕрсе илчĕ те каллех Микулай еннелле сикрĕ. Çук, йĕкĕт каялла чакмарĕ. Вăл хăй йытта хирĕç ыткăнчĕ. Тахăш самантра асăрхаса ĕлкĕрчĕ пулас вăл: йытă сăнчăрта. Сăнчăрне картиш тăрăх тăсăлакан пралукран кăкарнă... Паллах, ку самантра Микулайăн ăна-кăна шухăшласа тăма вăхăт пулман. Вăл хăй аллине тимĕр тăхаллă чĕн мăйкăч кĕрсе кайнине çеç сисрĕ. Йытă ун çинелле тапăннăçем Микулай хайхи мăйкăча икĕ аллипех ярса тытрĕ те пĕтĕм вăйран пăркăчласа лартрĕ.
Йытă, чĕрнисемпе чаваланса, этем кӳлепи тăрăх çӳлтен çӳлерех улăхать — этĕм ăна хытăрах пăркăчлать. Акă йытă çăварĕ этем пичĕ тĕлĕнчех. Йытă çăварĕ мар, чăн-чăн кашкăр çăварĕ. Анчах халь вăл вĕреймест, хăрăлтатать кăна. Халь ĕнтĕ йытă этем аллинче. Йытă сĕлеки пите ан сирпĕнтĕр тесе, этем ун пуçне хăй патĕнчен аяккарах сирчĕ. Хăрушла тытăçу!.. Çакна кам та пулин сăнаса тăрас пулсан, питĕ тĕлĕннĕ пулĕччĕ. «Акă ăçта вăл тигр тирĕпе витĕннĕ витяç!» — тейĕччĕ ырă çын.
Анчах Микулай хăлхине урăхларах, сивĕ сасă илтĕнчĕ:
— Э-эх, çичĕ ют шуйттанĕ! Йытта пăвса вĕлерчĕ вĕт!.. Тарзан, вĕси!.. Тарзан, вĕси!.. Ай-тур-тур!.. Йытă вĕреймиех пулнă!.. Тарза-а-ан!..
Картишĕнчи тĕркĕш сасса илтсе, ку ĕнтĕ кил хуçи арăмĕ, леш Ăçтиçук-Таçук, чупса тухнă пулас, Микулайăн ăна-кăна уйăрса илме вăхăт пулмарĕ. Кун пек чухне куçна мăч та ан хуп, çăварна ан кар, сыхă пул!
Ун аллинче йытă кӳлепи малтанах хурçă пружина пек карăнса-тапса тăратчĕ, халь акă пружина сасартăк хавшарĕ, пушанчĕ. Микулай, çавна çеç сисрĕ. Вара йытта пĕррех çĕрелле вăркăнтарчĕ.
— Нăйик-нăйик, нăйик-нăйик! — нăйкăшласа ячĕ йытă.
— Хура-ах! Хура-ах! — çуйхашма тытăнчĕ юн тултармăшĕ пек хĕрлĕ хăмăр питлĕ хĕрарăм, йытă тавра чупкаласа. — Халăх! Пулăшăр!.. Кăнтăр кунчех хурах пусаççĕ. Ай-тур-тур!..Ăçта кайса кĕрес?!. Кама евитлес?!.
Микулай хăй ĕçĕнчен хăех хăраса ӳкрĕ: «Мĕн туса хутăм?» Тахăш самантра крыльца еннелле çаврăнса пăхрĕ те унта тепĕр хĕрарăм тăнине асăрхарĕ. «Нина!» — çиçсе илчĕ шухăш, Нинăн сăнĕ хăй пуçĕнчи шур тутăрпа пĕр тĕслех.
Урăх?.. Урăх нимĕн те астумасть Микулай. Пĕтĕм чун хавалĕ çурăлса тухасла тăвăнса килнĕ самантра мĕн асра тытса юлăн-ха?.. Йытă çăварĕ... Юн тултармăшĕ пек хĕрлĕ хăмăр питлĕ хĕрарăм... Крыльца çинчи шурă тутăр... Шурă сăн-пит...
Хваттере таврăнсан та, çамрăк агроном чылайччен лăпланаймарĕ. Куçĕ умĕнче пĕрехмай çав сăнсем: йытă çăварĕ... Хĕрлĕ хăмăр пит... крыльца çинчи шурă тутăр... шурă сан-пит...
Юрать-ха, Кĕтерук кинеми килте çук. Микулайăн чĕтрекен аллине курсан, мĕн шутланă пулĕччĕ кинеми? Намăс... Ак сана нумай вĕреннĕ çын!.. Хĕвел çутинчех кил хуçи инкесене хурах кăшкăртса çӳрет.
Чăн та, ытлашши теветкел хăтланчĕ Микулай. Енчен ăна йытă туласа тăкнă пулсан, вара епле? Больницăна укола чупма лекетчĕ. Сахалтан та уйăх çурă е икĕ уйăх. Ак сана ĕç, ак сана плансем!..
Микулай, шăлавар вĕçне тавăрса, чĕркуççине терĕслет. Чĕрне йĕрĕсем палăраççĕ. . Нимех те мар. Унăн рюкзакĕнчех походри аптека пур. Йод сĕрнĕ — ĕçĕ те пĕтнĕ. Пăшăрханнипе пĕрлех, каччă хăй ăшĕнче савăнса та илет. «Шангинпа пули-пулми ан çыхланăр», - тет вăл. — Спортсмен!.. Халăх дружининче самбо меслечĕпе паллашни те харама каймарĕ. Р-раз мăйкăчран — пуç-хĕрлĕ!.. Ха, Тарзан!.. Йытă ячĕ... Ăна ĕнтĕ леш «акăлчанĕ» тупса хунă-ха».
Анчах çав тытăçу хыççăн мĕнешкел асар-писер пуçланассине пĕлнĕ пулсан, пирĕн Микулай савăнма кăшт тăхтанă пулĕччĕ.
Темĕнле ырă мар утăм тунине унăн чĕри ахаль те сисет-ха. Кăмăлĕ çине-çинех пусăрăнса, тăвăрланса килет, сăнĕ тĕксĕмленет, хăй тек-текех ассăн сывласа илет.
Çакна Кĕтерук кинеми те ĕçрен таврăннă-таврăнманах асăрхарĕ.
— Мĕн пулнă сана, ывăлăм? — майĕпен ыйтрĕ вăл. — Ĕçре тем инкек сиксе тухмарĕ пуль те?!.
— Çук, кинеми, нимĕн те пулман, — терĕ Микулай, хăй çапах кулкаласа хушса хучĕ: — Ачалла айванлăх... Ара, кĕçех йытă çăварне лекеттем.
— Епле-ха апла? Турăçăм!..
— Çаплах...
Микулай нимĕн те пытарса тăмарĕ, Хадаровсен картишĕнче мĕн пулса иртнине йăлтах каласа кăтартрĕ.
— Эх, ача-пăча! — ăшталанса ӳкрĕ кинеми. — Ара, çыртса çурнă пулсан?!. Вĕсен йытти те хăйсен йышши. Вĕрмест-чĕнмест, хыçалтан пырать те каплаттарса илет. Ахальтен каламан çав, чĕмсĕр йытă чĕп тытнă тесе... Çавă ĕнтĕ, хуçине кура йытти...
Çуллахи каç тĕттĕмленме ĕлкĕрейменччĕ, Кĕтерук кинемисем патне пĕр çамрăк хĕр васкаса чупса пычĕ.
— Николай Степанович килте-и? — хыпăннă сасăпа ыйтрĕ вăл хапхаран кĕнĕ-кĕмен.
Микулай тин çеç çăвăннăччĕ те пӳртре, тĕкĕр умĕнче, питне алшăллипе сăтăрса, çӳçне-пуçне турапа якатса-тирпейлесе тăратчĕ. Картишĕнче хăй ячĕ илтĕннипе вăл крыльцана тухрĕ. Пусма картлашки çинче Кĕтерук кинеми тăрать, ун умĕнче — халь кăна килсе çитнĕ çамрăк хĕр.
— Мĕн ĕçпеччĕ, Лида? — пĕлесшĕн пулчĕ кинеми. Ха, Лида иккен... Микулай колхоза килнĕренпе (ĕнертенпе ара!) Лидăна тĕл пулайманччĕ-ха. Малтанах вăл ăна палласа та илеймерĕ. Лида ĕнтĕ виçĕмçулхи пек çинçешке те тăрнаккай хĕрача мар, пĕве ларнă хӳхĕм хĕр. Тăрăхларах хура куçĕсем кăна çак самантра питĕ шуйханса пăхкалаççĕ. Ахăртнех, тем пӳлнă. Анчах вăл Кĕтерук кинеми ыйтнине хирĕç нимĕн те шарламарĕ. Микулай вара хăй ыйтрĕ.
— Лида, эс ман патăма-и?
— Ара çав, Николай Степанович, сирĕн патăра, — Лида кинеми еннелле йăпăрт пăхса илчĕ. Кинеми ăнланчĕ.
Юрĕ, чăрмантармăп, — терĕ те вăл пӳртелле кĕрсе кайрĕ.
Микулай пусма картлашки вĕçне анчĕ. Лида хальхинче кинеми хыççăн уçă юлнă пăлтăр алăкĕ еннелле çаврăнса пăхрĕ. Шуйханнă куçĕсем хăйĕн, чĕкеç чĕппи пек, халь-халь вĕçсе тухасла енчен енне сиккелеççĕ. Микулай сисрĕ: хĕрĕн ăна тем вăрттăн каламалли сăмах пур. Пĕр ăна çеç! Вăл Лидăна хулĕнчен тытрĕ те кайри алăкпа пахчана çавăтса тухрĕ.
Улах кĕтес, хӳтĕ вырăн. Кунта вĕсене никам та чăрмантармĕ. Турачĕ-папки çĕр сĕткенĕпе тулса тăртаннă улмуççисем, кĕç-вĕç чечеке ларас самант çитессе кĕтсе, асамлă шăплăхра тĕлĕреççĕ. Карта çумĕнчи чие йывăççисем çеçке çурса ĕлкĕрнĕ-ха. Анчах вĕсем те шăпăртах. Черченкĕ чечекĕн мĕн сасси пултăр-ши? Кун каçа лара-тăра пĕлмен шăкăлчи те ĕнтĕ шăпланнă, шăпчăкĕ вара ку таврана иленеймен. Шупка тӳпере çĕнĕ уйăхăн кăшт çеç палăракан çурли çакăнса тăрать. Çапла, Кĕтерук кинеми пахчи — «питĕ улах кĕтес». Тепле вăрттăн сăмах та карта урлă урамалла каçса ӳкес çук. — Хăвăртрах кала, Лида, мĕн пулнă? — Микулай хĕре икĕ хулĕнчен тытрĕ те тӳрех куçĕнчен тинкерчĕ. — Нина... Çапла-и?
— Ах, Николай Степанович, калама та хăрушă, — ĕсĕклесе ярас пек илтĕнчĕ Лида сасси. — Ма кăшт асăрханман-ши эсир?
— Мĕн? Мĕн пирки?
— Нинăна упăшки хĕнесе пĕтернĕ. Эсир кайсанах. Нина пирĕн пата чĕп-чĕрĕ юн чупса пычĕ. «Пĕтрĕ пурнăçăм», — тет. Николай Степанович, эсир ăслă çын-çке-ха... Кирлĕ марччĕ çав шуйттан шăтăкне пырса кĕме...
Микулай йăлтах ăнланчĕ. Лидăна хирĕç нимĕн те калаймарĕ. «Пĕрене! Тăмсай! Тунката! — питлеме тытăнчĕ вăл хăйне хăй. — Шыва хирĕç ишетĕн иккен... Пăхăр та курăр!.. Анчах шыва хирĕç мар, ăнсăртран капланса килнĕ туйăмсен юхăмĕпе ишсе кайнă эсĕ. Ху ухмаххнне пула çынна тата йывăртарах инкеке кĕртсе ӳкернĕ. Пĕр сыпкăм шыв вырăнне — краççын...»
— Лида, мĕн тумалла ĕнтĕ? — чылайран тин чĕлхи тупăнчĕ Микулайăн. — Мĕн тумалла? Мĕнле пулăшмалла Нинăна?
— Пулăшма кирлĕ мар, Николай Степанович, — питĕ салхуллăн пăшăлтатса илчĕ Лида. — Кирлĕ мар... Нина хăй çапла каларĕ. Сире те пĕлтерме хушрĕ. «Тархасшăн, ан хутшăнтăр, — терĕ. — Эпĕ пĕтнĕ çын, çаплипех пĕтем. Кĕлрен вутă тăвас çук», — терĕ.
Ку сăмахсене илтсен, Микулай шалтăрах халран кайрĕ. Куç умĕнчи пĕтĕм тĕнче — чечеке ларнă чиесем, улмуççи турачĕсем хушшипе курăнакан сенкер тӳпе, кив уйăхăн кĕмĕл çурли — пĕр самантрах, каç пулмасăрах тĕксĕмленчĕç. Ура айĕнчи çеремрен чуна çӳçентерекен нӳрлĕ те сулхăн сывлăш сăрхăнса хăпарнă пек туйăнчĕ.
Çак шуйхăн куçлă хĕре мĕн те пулин тупса каласчĕ, иçмасса. Анчах Микулайăн чĕлхи çинче пĕр кирлĕ сăмах та çук. Тепĕр тесен, мĕн калăн-ха кун пек чухне? Мĕн калăн?..
«Кĕлрен вутă тăвас çук...» Микулай Нина сăмахĕ пирки шухăша кайрĕ. Чим, ăçта илтнĕ ăна Микулай, ăçта вуланă? Хайхи çавăнтах аса илет, çавăнтах ун чĕрине çĕнĕ вăй-хал пырса кĕрет. «Çук, халь Нарспи вăхăчĕ мар, — тет вал хăй ăссĕн. — Эпĕ те Сетнер мар... Анчах кам-ха эсĕ? — хăйне хăй йĕкĕлтемесĕр те тӳсеймест Микулай. — Йытăпа тытăçса ӳкнĕ витяç?.. Сан хулпуççи урлă тигр тирĕ мар, кушак тирĕ çеç уртса ямалла».
Микулай майĕпен лăпланать. Çапах та вăл тепĕр ĕç пирки ыйтса пĕлесшĕн.
— Итле-ха, Лида, — тет вăл. — Нинăна комсомолтан кăларнă чух эсĕ пухура пулнă-и?
— Пулнă-ха та...
— Вара?
— Мĕн тăвăттăм-ха эпĕ?!. Кăшкăрма — сассăм çук, çĕнтерме — вăйăм çук.
— Мĕнле пулнă ку ĕç? Лида, каласа кăтарт-ха?
— Мĕнле пулнă... Ухмахла пулнă! Ак мĕнле! — Лида сасартăк вĕриленсе кайрĕ, пĕр вăхăт ун сывлăшĕ те пӳлĕнчĕ. — Нина айăплă мар унта, — терĕ вăл урмăш сасăпа. — Вуçех вăл айăплă мар. Тĕрĕссине пĕлес пулсан... Эх, ялйыш пĕлес пулсан, суда ямалла унашкал ĕçшĕн! Çынсем!.. Этемсем... Пĕтĕмпех суя! Пĕтемпех ултав!..
Хĕр-тусĕн инкекĕсем çинчен Лида питĕ пăлханса, тытăнчăклăн та сикчĕллĕн каласа кăтартрĕ. Апла пулин те, хĕлле пулса иртнĕ киревсĕр ĕç Микулай куçĕ умне кĕретĕнех тухса тăчĕ.
11
Çемьере чун хушăнсан савăнăç, теççĕ. Тепĕр чух тĕттĕм тĕпсакайне те хĕвел сăрхăнса кĕрет. Нинăна та ывăл çурални малтанах çавăн пек туйăннă. Вăл хĕпĕртенĕ, куçĕнчи куççулĕ витĕрех ĕмĕтленнĕ: ан тив, ĕмĕрĕм сая кайнă пултăр, ĕнтĕ хамшăн мар, çак чун чăмăрккишĕн пурăнам, тенĕ. Анчах уншăн çав пĕчĕк савăнăç та нумая пыман. Ваттисем калашле, амак тени ачапа пĕрлех çуралать, тăкак тени юнашарах çывăрать. Нина ывăлне те иккĕмĕш эрнеренех кăвапа пӳсĕрĕ аптăрата пуçлать иккен. Больницăна илсе каяс — тулта шартлама сивĕ. Нина пĕр-икĕ хутчен ялти Римма ятлă медсестрана чĕнсе пырать. Лешĕ ача кăвапине темĕнле эмел сĕрет те марлĕпе çыха-çыха хăварать, ача пурпĕрех çухăрма пăрахмасть. Кунта хайхи Нинăн хунямăшĕ Ăçтиçук-Таçук хăй ĕçе хутшăнать. Вăл — агроном арăмĕ-ха, интеллигентлă çемьере пурăнать темелле. Анчах Ăçтиçук-Таçук турра та, шуйттана та, тĕрлĕ тĕш-мĕше те хытă ĕненет. Тен, кам пĕлет, ялйыш умĕнче юри çавнашкал хăтланать.
— Ачана тĕне кĕртеймерĕмĕр, — тет вăл хайхи йӳтетмĕш сасăпа. — Тĕне кĕртнĕ ачана турă сыхлаканччĕ. Куна, авă, амак тытать. Кин, чиркĕве илсе каяр мар-и ачана?
Кинĕ хирĕç чĕнмест, ачине кăкăрĕ çумне хытăрах пăчăртать кăна.
Кĕçех Ăçтиçук-Таçук таçтан кӳршĕ ялтан пĕр эпи-карчăка ертсе килет. Нина темле хирĕç тăрсан та, çав ашапатман карчăк, вĕрсе те сурса, хăрушă такмак каласа, ачана шăршлă кăмпапа тĕтĕрсе хăварать-хăваратех. Чăн та, хытă çывăрса каять çав каçхине тĕтĕмпе минренĕ ача. Вăл сывлани те илтĕнмест вăхăт-вăхăт. Нина шикленсе ӳкет, анчах Ăçтиçук-Таçук хĕпĕртет.
— Куртăн-и? — тет вăл, вĕрекен пăтă пек пăшăлтатса. — Епле пулăшать эпи-карчăк сиплени! Эс итлесшĕн мар пире, ватă çынсене. Тĕне кĕртсен, ачуна туххăмрах урăх сывлăш кĕнĕ пулĕччĕ. Чун тени, ара, турă хуранĕнчен антĕл евĕр тасалса тухать.
«Антĕл...» Хунямăшĕн сăмахне Нина хăлхана та чикесшĕн мар. Ниçта кайса кĕме пĕлменскер, вăл упăшкипе е хуняшшĕпе калаçса пăхĕччĕ. Лешсем килте çук. Упăшки Шупашкара «заочнăй сессие» кайнă имĕш. Тĕрĕссипе, вăл ниçта та вĕренмест, килĕнчен тарса кăна çӳрет. «Гут бай!..» Нинăн хуняшшĕ вара хĕллехи вăхăтра киле сайра килкелет. Вăл ухмах çын мар-ха, чунсăр та мар, килте чухне час-часах кинĕ майлă пулать. Анчах çын хӳттинче пĕр вĕçĕм пурăнаймăн, хăвна ху хӳтĕлеме те пĕлмелле.
Çапла пурăнкаланă Нина: хăй пултарнă таран хăйне те, хăй ачине те хӳтĕленĕ. Пĕррехинче вара пуçтах кушак мăнтарăн шăнкăрч чĕппине амăшĕн çуначĕ айĕнченех тăпăлтарса кăларать иккен...
Ĕçĕ акă епле пулнă. Кинне сăмахпа ӳкĕте кĕртес шанчăка çухатса, чеелĕхпе çĕнтерме шут тытать.
— Кин, — тет вăл, сассине пылаклатса, — ĕнер лавккара тăхлача тĕл пултăм...
Нинăн чĕри, тем ырă мара сиссе, сасартăк сӳ туса илет. Ăçтаçук-Таçук, Нина амăшне асăнсан, халиччен яланах «сан аннӳ» тесе калаканччĕ. Халь, авă, «тăхлача» текелет. Ахальтен мар ку. Нина хăйĕн хунямăшне пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Йăпăлтатать пулсассăн, лешĕ, ахăртне, темĕнле чее шухăш тытнă. Икĕ питлĕ хĕрарăм. Чĕлхинче — пыл, чĕринче — пăр. Халăх хушшинче Нина пирки те вăл «пыл юхтарса» кăна калаçать: «Пирĕн кин — кил çути», «Пирĕн кин, э-эй, мĕн каласси...» Килте вара çĕлен евĕр чашкăрса çӳрет: «Турăç-ç-çăм, кин ытла пуçтарусăр пулчĕ-иç!.. Капла çапçара тăрса юлатпăр-иç!..»
Мĕн шут тытнă-ши вăл тата? Нина хайхи хунямăшĕ сăмах-юмаха ăçталла çавăрасса кĕтет.
— Ара, аннӳ салам каларĕ, — майĕпен шутарать лешĕ. — Ерçсен, пырса ларма хушрĕ. Пăшăрханать, хĕрĕм тăван кил тĕлне манчĕ, тет. Хам чирлĕрех, унта-кунта тухса çӳрейместĕп, тет. Мăнукăм валли парнелĕх пухчапа кĕпе çĕлесе хунăччĕ, тет. Паян темех ĕç çук, çитсе килмĕн-и аçу-аннӳ патне? Ачине хам пăхăп.
Пăчăр чĕппи пек пăчăртанчĕ Нина чĕри. Епле манăн-ха тăван киле? Маннипе мар, вăхăт çуккипе çитеймест вăл унта. Мĕн иртен пуçласа сĕм-çĕрлеччен хăлхара хунямăшĕн сасси: «Кин, çав вутта юр хӳсе кайиччен кӳрсе килесчĕ», «Кин, çав утта выльăхсем таптаса тăкиччен аслăк çине улăхтарасчĕ», «Кин, çав тислĕке витерен кăларса пахчана тăкасчĕ», «Кин, мунча хутачĕ», «Кин, кĕпе çăвасчĕ...» «Кии... кин... кин...»
Паян ак «пăр сăмсаран» тăруках ăшă çил вĕрме тытăнать. Ырлăха-ши, шырлăха-ши? Нина ăна-кăна шухăшласа тăмасть, тухать те Кайрикасалла — тăван амăшĕ патнелле васкать.
Пĕлнĕ пулсан... Эх, Нина, Нина!.. Пĕлнĕ пулсан, эсĕ Ăçтиçук-Таçукăн ултавлă сăмахне итлемен пулăттăн. Вăл, юриех юптарса, сана суя çул юппипе чуптарнă иккен. Эсĕ Кайрикас урамне пăрăнса кĕрсе çухалсанах, Хадаровсен хапхи умне çӳрен лаша кӳлнĕ хыçлă çуна чашлаттарса пырса чарăнать. Çуна çинчен пĕрмечеллĕ хура кĕрĕк тăхăннă, пуçне пысăк çăм тутăр çыхнă тачка инке йăраланса анать. Кам тейĕр эсир? Ку вăл — кӳршĕри Карăк Митраппанĕн арăмĕ, Укçук инке.
Вĕсем, Ăçтиçук-Таçукпа Укçук инке, Нина ачине вăрттăн тĕне кĕртесси пирки малтанах каварлашнă-мĕн. Укçук инке хăех ачан хреснамăшĕ пулать имĕш, Митраппан пичче вара — хреснашшĕ.
Лашине те Укçук инке бригадиртан чее майпа вăлтса илнĕ. «Старик кăкăрпа аптăраса ӳкрĕ, лекĕре илсе каясчĕ», — тенĕ те, çемçе чĕреллĕ бригадир лаша кӳлме çавăнтах хут çырса панă.
Чиркӳ инçе мар, Çавал урлă каçсан, тепĕр ялĕнчех. Чиркӳллĕ Çавалкасра. Пачăшкăпа та Ăçтиçук-Таçук виçĕмкунах сăмах татнă. Укçине те тӳлесе хунă. Чиркĕвне лайăхрах хутса ăшăтма каланă. Пули-пулми йăх-ях мар, ялти ятлă çынсем ача ячĕ хураççĕ. Пурте этем ретлĕ пулмалла, чыслă та тивлетлĕ.
Таçукпа Укçук Митраппан пиччене хăйсемпе пĕрлех лартса каяççĕ. Чăн та, ялтан тухиччен вăл, «кăкăрпа аптăранăскер», çуна тĕпĕнче тăлăп пĕркенсе выртса пырать. Çапла вĕсем чиркĕве чиперех çитеççĕ. Анчах кунта — темшĕн-çке? — «таса атте» пĕр кĕтмен çĕртен кутăна перет.
— Ачана ашшĕ-амăшĕсĕр тĕне кĕртме юрамасть, — тет вăл. — Турă умĕнче çылăх юлать.
Тĕрĕссипе, пачăшкă «турă умĕнчи çылăхран» мар-ха, чăн-чăй ашшĕ-амăшĕ килсе çилхерен ярса тытасран шикленнĕ. Унашкал инкек куркаланă вăл. Ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн тĕне кĕртнĕшĕн теприсем судпа та хăратма пăхаççĕ. Вăрттăн ĕç — вăрттăн ĕçех.
— Хакне хушăпăр, пачăшкă, — чунтан тархаслать Таçук инке.
— Çук, çук, ан та сăмахлăр, — яхăнне те ӳкĕте кĕмест пачăшкă. — Епархи хушмасть... Çĕнĕ устав... Чĕнсе килĕр ашшĕ-амăшне. Ырă ĕçе, турă хушнă пек, ырăпах тăвăпăр.
— Ах, таса аттемĕр, — тилмĕрет Ăçтиçук-Таçук. — Ачин ашшĕ килте çук, Шупашкарта вĕренет.
— Амăшĕ пур-и?
— Пур-ха та... чирлĕрех... чиркĕве килеймерĕ.
— Апла, сывалсан килетĕр... Турă тивлечĕ ыран та пĕрех.
Анчах Ăçтиçук-Таçукшăн пĕрех мар çав. Вăл кутăн чакма юратмасть.
— Митраппан пичче, — тет вăл, кансĕрленме тытăннă ачана хăй аллине илсе, — лар та яла вĕçтер. Кине лартса кил... Килмесен?.. Ачуна тытамак тытрĕ те...
Ниçта кайса кĕреймиех сехри хăпнă Нина тепрер сехетрен, чăн та, Карăк Митраппанĕпе пĕрлех ларса пырать чиркĕве. Вăл çитнĕ тĕле Ăçтиçук-Таçук пачăшкăна «хак хушса панă» иккен. Лешĕ вара, ача амăшĕ пурпĕр килессине шанса, хăйĕн «таса ĕçне» пикенсех тытăннă.
Нина чиркĕве çил пек вăркăнса кĕрет, анчах каярах юлать: çухăра-çухăра антăхса кайнă ывăлне «турă хуранĕнчен» туртса кăларнине çеç курса ĕлкĕрет вăл. Çавăнтах чупса пырса, ачине Укçук инке аллинчен çиттийĕ-мĕнĕпех тăпăлтарса илет. Хăй тин çеç сивĕ çертен кĕнине те манать Нина.Хунямăшĕ аллинчи мамăк утияла асăрхаса, ăна вăрт-варт ярса тытать, унпала ывăлне хăвăртрах чĕркет те кăкăр çумне пăчăртать. Чунĕ тăвăнса çитнипе хăй хыттăн ӳлесе-макăрса ярать.
«Ах, ывăлăм, мĕншĕн?.. Мĕншĕн çав териех?..»
Нумай та вăхăт иртмест, Нина Ювашева çинчен ялта ырă мар сас-хура сарăлать: комсомолка хăй ачине чиркӳре тĕне кĕртнĕ имĕш.
— Вара эсир çăвара шыв сыпнă-им? — ыйтрĕ халь Николай Шангин, Лида сăмахне пӳлсе. — Мĕншĕн нимĕн те шарламан?
— Каланă, — аллине çеç сулчĕ Лида. — Хăлхана та чикмеççĕ. «Чиркӳре пулнă-и? — Пулнă», — теççĕ. «Ачине тĕне кĕртнĕ-и? — Кĕртнĕ! Факт мар-им? — Факт!» — теççĕ. «Кам та кам Ювашевăна комсомолтан кăларас тет, алă çĕклĕр!» Çакăнпа ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Нина хăй мĕншĕн хирĕç каламан?
— Ăна çăвар уçма та памарĕç. «Чимĕр-ха, чимĕр», — терĕ те Нина, ăна çавăнтах Кариньков кăшкăрса тăкрĕ: «Чимлетсе ларма эпир çерçи чĕпписем мар!»
Микулай шухăша кайрĕ. Паллах, чунĕ хавшанă Нина нимĕн те тума пултарайман. Унчченех вăл ĕмĕчĕ татăлнă, шанчăкĕ пĕтнĕ тесе шутлама тытăннă. Ăна инкекре пулăшма Лидăсăр пуçне пĕр çывăх юлташ та тупăнман. Ĕçĕ чăниипе мĕнле пулнине те лайăххăн тĕрĕслемен. «Чиркӳре пулнă-и? — Пулнă. Ачине тĕне кĕртнĕ-и? — Кĕртнĕ! Факт мар-им? — Факт!..» Шурлăхри шапа евĕр: «ква-ква!..»
— Акă ăçта вăл эрози! — терĕ Микулай, чышкине чăмăртаса.
Лида ун сăмахне ăнланаймарĕ.
— Нинăна комсомолтан юри кăлармарĕç-ши?! — салхуллăн сăмах хушрĕ вăл. — Хам айван ăсăмпа шутлатăп та — ырă япала мар кунта. Астăватăп: хунямăшĕ те, упăшки те Нинăна унчченех йӳтететчĕç: «Клубсем тăрăх чупса çӳреме текех хĕрупраç мар. Кил çинчен лайăхрах шухăшла... Ачу çинчен... Упăшку çинчен. Юрланипех юпах тиха самăртаймăн. Ĕмĕр комсомолта сулланаймăн». Вĕсем патне хăçан пыратăн — пĕр вĕçĕм вĕсен çак сăмах. Каринькова та, тен, хăйсем майлă çавăрнă?!.
«Çавăрнă... Сĕтел çиттийĕ çинчи нӳрĕ те йĕпе çаврашкасем...»
— Ав епле? — терĕ Микулай, пĕр çӳçенсе те пĕр вĕриленсе — Шала кайнă чир... Тарăна кайнă эрози... Лида, лăплан. Нинăна та кала: эпĕ ӳлĕм асăрханарах çӳрĕп. Пуç тавра шухăшламасăр пĕр утăм та ярса пусмăп. Унчченхишĕн, тархасшăн, каçартăр.
Вăл Лидăна килне çити ăсатрĕ. Лидăсем Кайрикасра пурăнаççĕ, вĕсен кил-çурчĕ Нинăн хĕр чухнехи килĕпе юнашарах. Микулай тĕттĕм кантăксем çине салхул-лăн пăхса илчĕ ,те Кайрикасран тӳрех Çавал хĕрринелле утрĕ. Аслă урампа тепĕр хут иртес темерĕ вăл, кĕçĕр унăн текех никам куçĕ тĕлне те пулас килмерĕ.
Çавал хĕррипе улах утма çул выртать. Микулай кăкăрĕнче — йывăр чул. Пуçĕнче — пăтранчăк шухăшсем. Улах сукмакпа утнăçемĕн йывăр кăмăла кăшт та пулин çăмăллатмалла, пăтранчăк шухăшсене тăрăлма май памалла.
Çавал шывĕ те çуркуннепе питĕ пăтранса юхать, унтан лăпланать, тăрăлать, тасалать. Халь, акă, çĕрлехи тĕттĕмре Çавалăн сасси те çук, пĕр-пĕр шухă хĕр ăнсăртран ӳкерсе хăварнă пурçăн хăю пек, вăл икĕ çыран хушшинче тӳлеккĕн çеç çуталса-авкаланса выртать. Тӳперен ун тĕкĕрĕ çине пăч-пач шупка çăлтăрсем ӳкнĕ. Мĕншĕн-ха пур чухне те пĕр пек ялкăшмаççĕ çăлтăрсем? Кĕрхи уяр каçсенче, çĕр шăнтсан, вĕсем хальхинчен чылай çутăрах, хĕлле вара хĕм сирпĕтсех çунаççĕ.
Çăлтăрсем!.. Çамрăк ĕмĕте çунат хушакан çăлтăрсем!.. Сирĕн çинчен поэтсем — сăвă ярăмлама, хĕрсем юрă шăрантарма ывăнмаççĕ. Сирĕн паталла çак лăпкă Çавал хĕрринчен нумаях та пулмасть пĕр чăваш ачи вĕçсе хăпарчĕ...
«Анчах эпĕ? — хăйĕнчен хăй тăрăхласа ыйтать Микулай. — Мĕнле паттăр ĕç турăм-ха эпĕ... Йытăпа тытăçса пăхрăм...»
Пĕр хускалнă шухăш араслансах пырать. Хăйне питленипе пĕрлех Микулай пурнăç пирки, хăй юлташĕсем пирки, колхозри ĕçсем пирки тимлĕрех шухăшлама тытăнать.
Çапах та, мĕн çырса хунă пулĕччĕ-ха вăл кĕçĕр хăйĕн дневникне?
— Акă эпир, совет çыннисем, — тет вăл хăй тĕллĕн хавхаланса, — тĕттĕм тĕпсакайĕсенчен çутă тĕнчене тухнă çынсем. Эпир тĕлĕнмелле япаласем тума вĕрентĕмĕр: сухапуçĕпе тăпачă вырăнне — тракторсемпе комбайнсем, хăлтăр-халтăр урапа-çуна вырăнне — космос карапĕсем... Эпир тĕтĕм йăсăрланакан хура пӳртсенчен уйăх патне çити çĕклентĕмĕр. Шухăшлакан машинăсем, астрономи хисепĕсене çиçĕмле хăвăрт шутласа кăларакан аппаратсем — мĕн кăна ăсталамастпăр эпир! Çав вăхăтрах...
Çав вăхăтрах пирĕн хушăмăрта киревсĕр çынсем те пур-ха. Пылчăк ăшĕнче çăрăнакансем, çутă куна пăсакансем, тăрă шыва пăтратакансем, хамăр шыв ăсакан çăла суракансем, чипер ырă çынна куççуль тăктаракансем... Суяпа ултав тени час-часах хамăрпа юнашар утать.
Мĕншĕн асап курать-ха, калăпăр, Нина? Хунямăшĕпе упăшки ăна çемьере куллен хур кăтартни çитмен, вĕсем ăна комсомолтан та хăйсемех кăларттарнă иккен. «Клубсем тăрăх чупса çӳреме текех хĕрупраç мар... Кил çинчен лайăхрах шухăшла...» Вĕсене килте лăш курмасăр, пуçа çĕклемесĕр ĕçлекен çын кирлĕ. Çапла вĕсен Нинăна пуçĕпех чура туса хумалла. Ку çитмен, вĕсем тата кирлĕрех çынсене те хăйсем майлă çавăраççĕ.
«Çук! — терĕ Микулай, шухăш вĕçне тĕвĕлесе. — Манăн йытăсемпе тытăçса çӳремелле мар, ырă çыншăн, унăн тивĕçĕпе телейĕшĕн усал çынсемпе кĕрешмелле! Пурăна киле, тен, тепĕр усал çын та тӳрленĕ, этем ретне кĕрĕ. Апла, пысăк саспаллипе çырăнакан Этемшĕн, унăн чăн-чăн тивĕçĕшĕн кĕрешмелле. Ăнсăртран капланса килекен туйăмсен юхăмне парăнмалла мар, вĕсене хăйсене пусармалла. Унсăрăн пурнăçра «шыва май ишекен пĕрене» çеç пулса юлăн. Ырă йывăç ӳстерес тесен, ун таврашĕнчи кирлĕ мар хунавсене касса пăрахаççĕ. Çумкурăкне — çумлаççĕ. Упрама пĕлмесен, тимĕр те тутăхать, йывăç та çĕрет. Çапла, агроном юлташ, тăпра эрозийĕ хăрушă, чун эрозийĕ тата хăрушăрах...»
Хваттере таврăнсан, Микулай пăлтăрта лампа çутрĕ те хăйĕн дневникне çак шухăшсене çырса хучĕ.
«Кĕрешмелле!» — ку сăмаха вара аялтан туртса палăртрĕ.
12
Микулай тĕлĕк тенине сайра тĕлленет. Институтра вĕреннĕ чухне, общежитири юлташсем кам мĕнле тĕлĕк курни çинчен сăмах тапратсан, Шангин яланах тăрăхласа кулаканччĕ. «Мĕн курмалли унта! — текенччĕ вăл. — Ыйхă тинĕс мар, ун сакăлĕнче алмаз-ахах çук. Выртнă та — чул пек путнă, тăнă — малалла утнă. Чунĕ таса çын лăпкă çывăрать. Тахçанах каланă чăваш: ырă пуç айĕнче минтер çаврăнмасть».
Кĕçĕр апла пулмарĕ. Микулай хыççăн çĕрĕпех темĕнле чĕмсĕр йытă йĕрлесе çӳрерĕ. Куçĕ сап-сарă. Микулайран пĕр утăм та юлмасть. Микулай çул çинчен пăрăнать, йытă та пăрăнать. Микулай чарăнать, йытă та чарăнать. Ик-виçĕ хутчен те шарт сиксе вăрана-вăрана кайрĕ Микулай. Çĕнĕрен тĕлĕрме тытăнать, хыçалта — каллех йытă. Юлашкинчен Микулай çав анчăка хăнăхнă пек те пулчĕ. Лешĕн куçĕ те ĕнтĕ ытлашши сарă мар, кĕрхи йĕкел тĕслĕрех. Пăхасса вара «йĕкел куç» питĕ йĕкĕлтесе пăхать: «Инçех каяймăн, йĕкĕт, пурпĕрех урунтан пырса çыртăп...»
— Пшол! — хаяррăн кăшкăрать Микулай, анчах сасси тухаймасть.
Унăн йытăпа текех тытăçса тăрас килмерĕ, вăл çаврăнчĕ те малалла утрĕ.
Акă Микулай чечеклĕ çыран тăрăх темĕнле çӳллĕ тусем патнелле çывхарса пырать. Çӳллĕ тусем — чуллă тусем. Вĕсен хушшипе шăнкăртатса шыв юхать. Ăшĕ хыпнă Микулай çăлкуçĕ патнелле пĕшкĕнет, пĕр сыпкăм сыпса илме хăтланать. Чим, мĕн амакĕ?! Сыпать-сыпать вăл — шывĕ çăвара кĕмест, ăшталансах ĕçет — ăшĕ канмасть. Аптăранă енне, шыва йĕкĕр ывăçипе ăсса илме тăрать, ывçине нимĕн те кĕмест, ал тупанĕсем тип-типех...
Шангин тĕлĕнмелле илемлĕ музыкăпа вăранса кайрĕ. «Ха, эсĕ, çăл шывĕнчен музыка пулчĕ иккен, терĕ вăл, кулкаласа! — Ку чухнехи хими! Пĕр йышши энерги тепĕр йышши энергие куçать. Тĕнчере тĕлĕкри çăл шывĕ те çухалмасть. Ха-ха-ха... Анчах мĕнле музыка ку? Ытла та паллă кĕвĕ».
Ыйхă тĕлĕшпе Микулай ăна-кăна хăвăртрах уйăрса илеймерĕ. Хăçан, ăçта илтнĕ вăл çак музыкăна? Хĕр сасси пианино сассипе ылмашăнать. Çук, сасăсем ылмашăнни те мар-ха кунта. Вĕсем, пĕрне-пĕри илĕртсе, пĕр-пĕрин чун хавалне çĕклеççĕ. Пианино сасси: «Санăн тусу çухалман, вăл кĕçех таврăнать» тенĕ пек, питĕ майĕпен систерет: «Шан, тусăм, кĕт!» Пике сассинче вара çав тери çутă шанчăк, ĕмĕр сӳнми ĕмĕт çунатланать, пĕр вăхăтрах вутсăр çунакан чĕре тунсăхĕ те тĕлкĕшет. Тĕксĕм тунсăх мар, ирхи шуçăм çути пек, чечен тунсăх. Тӳпере «кăвак хуппи» уçăласса кĕтнĕ чухнехи тунсăх...
Микулай сасартăк аса илчĕ: «Сольвейг юррисем!..»
Пĕррехинче вĕсем Шура Шугаевăпа филармоние кайнăччĕ. Шура, филологи факультетĕнче вĕреннĕ май, литературăна питĕ лайăх пĕлет, музыкăна та ăнланать.
— Пер Гюнт! Ой, Ибсен! Григ! — сиккелеме тытăнчĕ Шура урамри афишăна курсанах. — Ну, Коля, мĕн тавăпăр?
Вĕсем малтан кинона çеç кайма шутланăччĕ. Йӳнĕрех тата вăхăт та сахалтарах иртет. Микулай хытă çын мар-ха, çапах та концерт тени киноран чылай хаклăрах. Студента стипенди уйăхра пĕрре çеç параççĕ. «Шухăшла, Микулай!» Анчах Шура ăна ӳкĕте кĕртрĕ-кĕртрех. Кайран Микулай хăй те ӳкĕнмерĕ. «Пер Гюнт» ăна питĕ килĕшрĕ. Тĕрĕссипе, ку вăл спектакль мар, концерт кăна пулчĕ. Сюжетне пурпĕрех ăнланмалла. Артисчĕсем Мускавран килнисемччĕ, Микулая уйрăмах Сольвейг юррисем кăмăла кайрĕç.
Сольвейг- тĕлĕнмелле хитре хĕр ячĕ. Чăвашла ăна Хĕвел хĕрĕ, Хĕвелпи теме пулать. Çӳçĕ-пуçĕ — чăн-чăн сар хĕвел пайăрки. Кăмăлĕ — ача кăмăлĕ. Ăсĕпе пĕрлех, айванлăхĕ те пур. Вăл, чечек пек чеченскер, хаваслă та пуçтах йĕкĕте, Пер Гюнта, пĕрре курсах юратса пăрахать. Чунне кăларса пама хатĕр. Хитре хĕре Пер Гюнт та асăрхать. Акă вĕсем ĕнтĕ пĕрле. Анчах Пер Гюнт Сольвейгпа мăшăрлă пурăнма хăйне тивĕçсĕр çын тесе шутлать. Сольвейгăн чунĕ ирхи шуçăм пек, хĕвел çути пек таса, Перăн вара... Çук, вăл пархатарсăр çын! Таса мар çын... Хĕвел пикипе пĕрлешиччен унăн хăй чунне йăлтах тасатмалла, пурнăç тинĕсĕнче çăвăнмалла. Пер Гюнт тĕнче тăрăх тухса каять... Сюльвейг, Хĕвелпи, ăна хĕрĕх çул кĕтсе пурăнать. Унăн чĕринчи юрату самантлăха та сивĕнмест. Пер Гюнт Сольвейг патне шап-шурă сухаллă старик пулса таврăнать. Ĕнтĕ ĕмĕр те иртнĕ.
Таврăнмиех...
— Мĕн тери вăйлă юрату! — терĕ Микулай, филармонирен тухсан, Шурăна хăй çумне пăчăртаса. — Эпĕ ăçта та пулин кайсан, эс мана çавăн пек кĕтсе пурăнăн-ши, Шура?
— Анчах эс кăвак сухалпа ан таврăн, — шăнкăртатса илчĕ Шурăн кулли. — Хăвăртрах таврăнма тăрăш. Кĕтетĕп.
Кулнă чухне Шура тутин икĕ енчен икĕ асав шăл курăнса кайрĕ. Шĕп-шĕвĕркке шăлсем. Шура хăй питĕ хитре хĕр, çав асавсем çеç... Тен, курăнман та вĕсем ун чухне?!. Халь шухăшланипе кăна çавăн пек туйăнăть. Тарăхнипе. Шура Микулая хĕрĕх çул мар, хĕрĕх кун та кĕтмерĕ. Николай Шангин колхозра хăйĕн дипломлă ĕçĕпе тăрмашнă хушăра Шура тытнă та пĕр урçа инженера качча тухкă... «Тăпра юхăннине чарасси» — «Борьба с эрозией почв...» Тыт та чар ĕнтĕ халь!
«Сюльвейг юррисен» юхăмне парăнса, Микулай вырăн çинче чылаях выртрĕ. Хитре кĕвĕпе пĕрле тата кирлĕ мар шухăшсем те чăлханса пычĕç. Шура... Эрози... Унтан Микулай тем аса илчĕ те вăрт-вартах сиксе тăчĕ.
«Ара, Кĕтерук кинеми радиона юри хытă илтĕнмелле лартса хăварнă-иç! — шухăшларĕ вăл. — Мана вăратма. Хăй ăçта-ши? Каллех ĕçре пуль? Çук, ялта кун пек нумай çывăрма юрамасть. Хăнăхмалла. Ахаллĕн кулма тытăнĕç: ыйха чăпти — агроном, унашкаллисем хамăрăн та Çавала пĕвелеме çитеççĕ, тейĕç».
Вăл алăк умне тухрĕ. Ăна хирĕç тӳрех ытарма çук ырă хĕвел ăшши сапăнчĕ.
— Сывă-и, хĕвел! Акă манăн колхозра виççĕмĕш кунăм пуçланать.. Мĕнле ăраскал кӳрĕ-ши çĕнĕ кун?
Микулай, гимнастика тунă пек, хуçкаланса-карăнкаласа илчĕ, ал тӳрчĕпе янаххине сăтăркаларĕ. Хырăнмалла. Вара, карлăк урлă кармашса, питне-куçне çурĕ те, пӳрте кĕрсе, стена çумĕнчи пĕчĕкçĕ тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Тĕкĕр тăваткалĕнчен ун çине темĕнле палламан çын тинкерсе пăхрĕ. Хуп-хура шăрт сухал, тĕм-хура куç, ырханрах сăн-пит. Каснă-лартнă... Чим, кам сăнĕ-ха ку? Паллать те ăна Микулай, паллаймасть те... Ĕлĕк Çĕпĕре пуç янă революционерсен сăнĕсĕм кĕнекесенче çавăн евĕрлĕрех тухаканччĕ.
— Эй, юлташ, ăçтисем эс? — хăй сăнĕнчен хăех тăрăхласа ыйтрĕ Микулай. — Мĕн шыратăн пурнăçра? Мĕн ĕмĕтленетĕн? Çапах та сана кунта чĕр-çилам яман-çке-ха. Эс хăв ирĕкӳпе килнĕ. Атя, хырăн та ĕçе тытăн.
Микулай кăмака умне пырса пăхрĕ. Кĕтерук кинеми вучахра чейникпе шыв вĕретсе хăварнă иккен. Çатмапа çăмарта ăшаласа лартнă. Канăçсăр чун!.. Микулай чейникрен стаканпа вĕри шыв тултарса илчĕ те, тĕкĕр умне тăрса, хырăнма пикенчĕ.
Ĕнтĕ «Сольвейг юррисем» паçăрах лăпланнă. Мускавран радиопа «Правда» хаçатăн ум статйине вулаççĕ. Хаçат калчасене лайăх пăхса ӳстерме чĕнет. Анчах çамрăк агрономăн чĕринче — çаплах Сольвейг юррисем, Хĕвелпи сасси.
«Кам-ши манăн Сольвейгăм? Манăн Хĕвелпийĕм? - кăшт салхуллăн та кăшт ытарлăн шухăшлать Микулай. — Е ĕмĕрĕме хусах пуçăнах ирттереп-ши? Тĕнче кастармăш Пер Гюнт пек... Халлĕхе маншăн нихăш пахчара та шăпчăксем юрламаççĕ-ха».
Унăн куçĕ умне татах та татах виçĕмçулхи сăнсем туха-туха тăраççĕ. Микулай ун чухне çак колхозра практикăраччĕ. Хирте сахăр кăшманĕ акнă чухне Микулай Нинăна акмалли норма лартса пама пулăшнăччĕ. Сеялка патĕнче чылай тăрмашрĕç вĕсем иккĕшĕ пĕрле. «Сахăр кăшманĕ пиитĕ пылак пулать ĕнтĕ!» — терĕ ун чух Нина. Кайран, комбайнпа ыраш вырнă çĕрте, Нина ăна пĕтĕм чĕрипе çунсах систерчĕ: «Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...» Хĕрлĕ кĕрен кофта çийĕн тĕксĕм кăвак комбинезон тăхăннă хĕрĕн тăпăл-тăпăл пӳ-сийĕ хальхи пекех куç умĕнче. Йĕтĕн çӳç, кăн-кăвак куç... Тӳпере шурă пĕлĕт шуса иртсен те çав куçра палăратчĕ. Хĕрĕн шăнкăрти сасси те хăлхарах: «йĕтĕн сӳс, йĕтĕн сӳс, шăртласан та тӳс, тӳс!..» Нинăна шкулти пуçтах ачасем, çавăн пек витлесе, çӳçĕнчен туртнă иккен. Нина кун çинчен хăех кула-кула каласа кăтартнăччĕ... Хирте, ыраш улăмĕ çинче юнашар ларнă чух...
Çук çав, Микулай ун чухне хĕр чĕри мĕнле кăртлатса тапнине илтеймерĕ. Вăл ăна тӳрккес сăмахпа кӳрентерчĕ: «Йăвашран йăваланса тухать...»
«Сольвейг юррипе» пĕрле капланса килнĕ вĕри туйăм Микулай кăкăрĕнче чылайччеи лăпланаймарĕ. Нина пулман-ши унăн Сольвейгĕ, унăн Хĕвелпийĕ? Çак шухăш ăна тата хытăрах пăлхантарса ячĕ. Анчах мĕншĕн-ха ун куçĕ умне Нинăн виçĕмçулхи сăнĕ çеç тухса тăрать? Паянхи Нина ăçта вара? Ĕнер ирхине Кинчер çăлĕнчен шыв кӳрсе улăхакан хĕрарăм тем тесен те Нина мар... Тĕлсĕр тĕлĕк... Куçĕсем çеç... Тен...
Алли сасартăк чĕтреннĕ пирки Микулай хăй питне пĕр тĕлтен бритвăпа хытах лектерчĕ. Юн пăчăртанса тухрĕ. Çук, çук, юн питре мар, чĕрере пăчăртанать. Пуçра — пăтăрмах. Тен, Микулай виçĕмçулхи Нинăна çеç юратать? Паянхи вара епле? Тен, кунта хĕрхенӳ туйăмĕ кăна?
«Чим-ха, чим, — хăйне хăй пӳлет Микулай, — виçĕмçулхи Нинăна паян тин юратма çук-çке-ха. Ку темĕнле мистика...»
Нина сăнĕ çак самантра та куçран каймасть пулсан, апла Микулай ăна виçĕмçулах юратнă. Унччен куç хывнă урăх хĕр, ара, Шура Шугаева, асра пуррипе çеç Нинăна вăл йăнăш тăвасран упранă. Хĕрхеннĕ... Чун савни куç хывнинчен хаклăрах, теççĕ. Нина та уншăн çавăн пек пулнă-тăр. Анчах Микулай хăй чĕринчи чăн-чăн туйăма вăйпах пусарнă. Вăл туйсан та туйманçи, сиссен те сисменçи пулнă. Çамрăк хĕре «хĕрхеннĕ» имĕш, «йăнăш утăм тăвасран упранă». Çук, çамрăк хĕрĕн чечен чĕри хĕрхенӳ наркăмăшне мар, чăн-чăн юрату çулăмне кĕтнĕ. Хĕрхенни вăл çынна кӳрентерет кăна. Тата хĕрхеннине хĕрлĕ йыт çиет, теççĕ. Нина халь, авă, йывăр инкекре. Микулай чĕринче — каллех темĕнле нимĕр пек туйăм. Тен, каллех хĕрхенӳ?..
— Путсĕр этем эс, Шангин, — терĕ Микулай, хăйĕн тĕкĕр çинчи сăнне чышкăпа юнаса. — Яланчăк та сулланчăк. Хăвна мĕн кирлине те лайăххăн пĕлместĕн.
Хырăнса пĕтерсе питне алшăллипе сăтăркаланă май, Шангин тĕкĕр çинче тепĕр япала асăрхарĕ. Пачах кĕтмен çĕртен. Хăй куçне хăй ĕненмесĕр, аллипех хыпашласа пăхрĕ. Унăн сылтăм хулĕ çинче, чавсаран кăшт çӳлерехре, суран пур иккен.. Йытă шăлĕ хăварнă йĕр. Ĕнерхи тĕркешӳре Микулай ăна вуçех те сисмен.
— Çĕр çинчи тĕрĕслĕхшĕн тытăçса туяннă суран, — хăйне хăй йĕкĕлтесе илчĕ Шангин. — Герой, ан та кала! Анчах унашкал паттăр ĕçсемшĕн медаль памаççĕ пулас. Çапла вăл, çапа пĕлмен пушă...
Тĕкĕр çинчен Микулай куçĕ стена çумĕнчи икĕ сăн-ӳкерчĕк çине куçрĕ. Икĕ салтак — Кĕтерук кинемин вăрçăра пĕтнĕ, упăшкипе ывăлĕ. Вĕсем — ĕмĕрхи хуралта.
«Ытлашши ан пăшăрхан, çамрăк юлташ, — терĕç пек вĕсем Микулая. — Пурнăçра йывăртарах самантсем те килсе тухаççĕ. Тӳсĕм кирлĕ».
Шухăша кайнă Микулай пӳрте Кĕтерук кинеми кил-се кĕнине те сисеймерĕ. Пӳрт алăкĕ уçăччĕ, тата кинеми хăй çавăн пек шăппăн çӳреме пĕлет, ĕмĕр тăршшĕнче вăл никам канăçне те пăсман-тăр. Унăн аллинче пĕчĕкçĕ шурă хутаç. Çийĕ-пуçĕ яланхи пекех типтерлĕ. Сăнĕ-пичĕ таса. Икĕ куç хӳри вĕçĕнчен тăнлавсем патнелле сапаланакан пĕркеленчĕксем кăна паян йышлăрах та шултрарах курăнаççĕ. Ку ĕнтĕ паянхи хĕвел ытла хытă ялкăшнă пирки пулма пултарать. Анчах пĕркеленчĕксем кинемин сăн-питне пăсмаççĕ, тĕксĕмлетмеççĕ, вĕсем хăйсем — хĕвел пайăркисем.
— Кинеми, ăçта çитсе килтĕн вара эс капла ирех? — ăшшăн ыйтрĕ Микулай.
— Ирĕ ир мар-ха, — хуравларĕ кинеми. — Ара, ху ĕнер серте яшки терĕн те...
Пĕр тĕлĕннипе, пĕр хĕпĕртенипе Микулай çийĕнчех сăмах та тупса калаймарĕ. Хăй ăссĕн çеç шухăшларĕ. «Эх, мăнтарăн анне чĕри!»
— Чăрманма кирлĕ марччĕ, — хушса хучĕ вăл унтан, — ывăнса çӳретĕн çав...
— Серте яшки хама та питĕ аса килчĕ-ха, — терĕ кинеми, тĕпелелле иртсе. — Тахçанах вăрмана чун туртать — çитейместĕп. Курсан, серте ватăлма та ĕлкĕрнĕ. Ватăлсан, тути аванах мар унăн. Калчараххине таткаларăм та... Пĕр яшкалăх. Пырĕ ĕнтĕ, кĕçех пултăран ӳсĕ — хамăр пахчарах. Эх, вăрманĕнче вара! — çунат çапнă пек, икĕ аллипе хăлаçланса илчĕ вăл. — Куккукĕсем ăмăртмалла авăтаççĕ, шăкăлчисем чĕвĕлтетеççĕ. Вăрмантан тухас та килмест. Ырлăх! Яла таврăнтăм хăйхи… — Сасартăк пӳлĕнчĕ кинеми. — Илтессе паçăр кĕтӳ хăваланă чухнех кăшт-кашт илтнĕччĕ-ха. Тăнласа тăмарăм. Вăрмана васкарăм...
— Мĕн пулнă, Кĕтерук кинеми? — вĕчĕрхенсех ыйтрĕ Микулай.
— Ывăлăм, — терĕ кинеми пăшăрхăннăн, — сăмах тапратма та аван мар. Урамри çӳп-çапа картишне шăлса кĕртме хушмаççĕ те-ха...
— Кала, кала, кинеми, именсе ан тăр. Кирлĕ пулсан, çӳп-çапне асар-писер тустарăпăр!..
— Мĕн илтнине пытарса тăрам мар эппин... Кĕтерук кинеми каласа кăтартнинчен акă мĕн тухса тăчĕ. Çамрăк агроном çинчен усал сас-хура пĕтĕм ялĕпех сарăлнă иккен. Чăнласах, усал утпа çӳрет. «Чанне çапаканни» — Иван Демьянович Хадаров арăмĕ, Ăçтиçук-Таçук.
Ĕнер каçалапа, Микулай Хадаровсем патне ăсăрханмасăр пырса кĕрсе йытăпа тытăçса илнĕ хыççăн, Ăçтиçук-Таçук нумай та тăхтаса тăмасть, тӳрех ял тăрăх тухса чупать. Сӳсленчĕк чĕлхи хăйĕн пĕр вĕçĕм арпа вĕçтерет: «Ай-тур-тур, кăнтăр кунĕнчех хурах пырса пусрĕç! Мĕн тумалла? Ăçта кайса кĕмелле?.. Кама евитлемелле? Яла пирĕн кинĕн ĕлĕкхи каччи таврăннă... Намăса та пĕлмест, ырă çемьене пăсать... Кин пуçне çавăрать... Тĕнче мăшкăлĕ!.. Ялйыш, пулăшăр!»
Нинăна упăшки хĕнесе пĕтерни çинчен Нинăн хĕр-тусĕ Лида Микулая ĕнер каçах килсе каланăччĕ. Халь вара Микулай кун пирки тата киревсĕртерех хыпар илтрĕ. Ăçтиçук-Таçук Нинăна хĕнеме ывăлне хăй хĕтĕртнĕ иккен, хăй пăхса тăнă. Çакăн çинчен вăл ялйыш умĕнче пĕр намăса пĕлмесĕр янрашса çӳрет: «Ий-йа, хамах хушрăм çав, — тет вăл. — Чĕлпĕре çирĕп тытмасан, ĕрĕхессе кĕтсех тăр! Кайран çăварлăхласа та чараймăн».
Кун пек чухне сăмах-юмах пĕр çерçи пек вĕçсе тухать те çĕр чакак пек чакăлтатма тытăнать.
— Ах, ачам! — терĕ кинеми, чунтанах кулянса. — Вĕрмен йыттăн хӳри çине пырса пусма хушман та çав. Халь акă хăвах усал пулса юлтăн. Ут ăна аяккарах пăрăнса, яхăнне те ан пыр!..
Микулай чылайччен шухăша кайса ларчĕ. Ав епле çаврăнса тухрĕ вăл çынна инкекре пулăшас тени! Микулая хăйнех айăплаççĕ. «Пирĕн кинĕн ĕлĕкхи каччи...»
Тух та ăнлантарса пар ĕнтĕ ĕç-пуç апла маррине. Клуб умĕнчи трибуна çине улăхса кăшкăр. Килĕрен киле ăнлантарса çӳре: «Эпĕ ĕмĕрне те Нина каччи пулман!.. Манăн пуçра ырă шухăш кăна!.. Эпĕ... Эпĕ...»
Анчах сана пурпĕрех никам та ĕненмĕ, мĕншĕн тесен хура элек — хура тикет, тăр шыв çине пĕр тумлам тикĕт ӳксен те, çуллă унки таçта çитиех сарăлать, ăна куркапа ăсса мар, насуспа уçласа та хăвăртах тасатаймăн. Çапах алла усса ларма юрамасть.
— Çук, кинеми, — терĕ юлашкинчен Микулай, — аякран пăрăнса утаймастăп. Пултараймастăп ун пек утма. Намăс!..
— Намăсĕ намăс ĕнтĕ, — хуçăлнă кăмăлпа хушса хучĕ кинеми, Микулай сăмахне лайăххăн ăнланаймасăр. — Ăçтиçук-Таçук намăс-симĕсе пĕлмест вара. Уншăн пулсан — тĕнче пуçхĕрлĕ!
«Тĕнче пуçхĕрлĕ!..» Кĕтерук кинеми калани ахаль пулмарĕ. «Сольвейг юррипе» пуçланнă тĕлĕнмелле илемлĕ кун, хĕвеллĕ кун, тӳсме çук киревсĕр пăсăлчĕ. Микулайăн çав кунхине пайтах мыскара курма тиврĕ..
13
Халь ĕнтĕ ăна Аслă урампа иртсе çӳреме те аван мар пек туйăнать. Хадаровсен «кутăн пӳрчĕ» еннелле Микулай вуçех çаврăнса пăхмарĕ.
Правлени çурчĕ умĕнче пĕр вунă-вуникĕ çын кĕпĕрленсе тăратчĕ. Вĕсем тем калаçаççĕ, кулаççĕ. Сăмахĕсене уйăрса илме çук. Тен, çамрăк агрономăн «шăмми-шаккине шĕкĕлчеççĕ». Ун пек чухне çапла ĕнтĕ вăл, калăн, кашни сан çине пӳрнепе тĕллесе кăтартать, чалăшшăн пăхать.
Ушкăнри çынсенчен Микулай правлени çурчĕн крыльцинче тăракан Александр Васильевич Сармаева çеç палласа илчĕ. Тĕрĕссипе, ыттисем çине куçне çĕклеме хăяймарĕ вăл.
Çынсем, ним чĕнмесĕр ик еннелле сирĕлсе, агронома çул пачĕç. Микулай вара пусма картлашкипе çӳлелле улăхрĕ те председателе сывлăх сунчĕ, Алекçандр Васильевич ун аллине тытасса тытрĕ, анчах ытахальтен кăна. Хăй çав вăхăтра çынсемпе сăмахлама пăрахмарĕ.
— Ыран — вырсарникун, — терĕ председатель, — пурте канатăр. Мунча хутатăр, çылăхăрсене çуса тасататăр. Халь çураки пĕтнĕ, пĕрер кун сывлăш çавăрма та юрать. Килти пахчăрсене эп сухаласа параймăп ĕнтĕ, хăвăрах тăрăшăр. Лашасем пур. Тытăр та кӳлĕр. Çакăн хыççăн тин вăл агроном патнелле çаврăнчĕ.
— Эсĕ мĕн-ха...
«Мĕнне» хăй çийĕнчех çавăрса калаймарĕ. Микулай кăшт тĕлĕнчĕ. Председатель паян питĕ лайăх хырăнса якалнă. Сарлака та тачка янахĕ кăн-йăваккăн çуталса тăрать. Çийĕнче — шурă кĕпе, хура пустав пиншак, пуçĕнче — вĕрçĕнĕ улăм шлепке, уринче — тĕкĕр пек çутатса лартнă хром атă. Çӳçне те вăл питĕ кĕске кастарнă — тăнлавĕсенчи кăвак çӳç пĕрчисем кăшт çеç палăраççĕ. Те ĕнер районтан якалса килнĕ, те паян ялтах якалма ĕлкĕрнĕ...
— Мана, мĕн-ха, шкула чĕнеççĕ, — терĕ Александр Васильевич, агронома пиншак тӳминчен тытса. — Кăçал вĕренсе тухакансем колхоз председателĕпе сăмахласа пăхасшăн имĕш. Пĕрисем класĕпех стройкăна кайма ĕмĕтленеççĕ, теприсем... Шуйханаççĕ çамрăксем. Çула тухма пуçтарăнаççĕ. Аслă çула...
Шăпах çак самантра крыльца умĕнчи çынсем хушшинчен çинçе те йĕкĕлти сасă илтĕнсе ,кайрĕ.
— Малашне колхозра машинăсем анчах тăрса юлаççĕ, — терĕ çав сасă. — Тимĕр-тăмăр... Кхи-хи-хик...
Сармаев йĕкĕлти сасă еннелле вăртах çаврăнчĕ.
— Хэй, Шишликов та кунта-çке, — тĕлĕненçи пулчĕ председатель. — Ан хăра, Шишликов, колхозра тимĕр-тăмăр анчах мар, эс те юлатăн... арăмун ĕнси çинче...
— Çапла вăл, тӳртен каласан — тӳрене юраман, — кӳренчĕ Шишликов, хăй вара çынсем хушшине шаларах кĕрсе пытанчĕ.
Шишликова ялта Шĕшлĕ Çеменĕ тесе чĕнеççĕ. Микулай ăна кăштах пĕлет. Çавнашкал этем ĕнтĕ Çемен. Пур ĕçе те хутшăнать, пур çĕре те сĕкĕнет, пурне те вĕрентет, ăс парать, пуринчен те тăрăхлать, кулать, анчах хăй колхозра улăм пĕрчине те пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарса хумасть. Малтан ăна тăтăшах ревизи комиссине, суйласа пынă иккен: хут пĕлет, шут ĕçне чухлать, тĕрĕслеме юратать, кирлĕ-кирлĕ мар çĕртех чĕрре кĕме хатĕр. Унăн чĕлхи çинче ялан пĕр сăмах: «Тĕрĕслĕх кирлĕ, тĕрĕслĕх!» Çапла, ыттисен ĕçне тĕрĕсленипех ĕçкунĕсем илсе пурăнма хăнăхнăскер, Шĕшлĕ Çеменĕ кайран хайхи ĕç тĕлне йăлтах манать.
— Асту, Çемен, — терĕ председатель, крыльцаран аннă май, — арăмун çилхюнчен çирĕпрех тыт, ӳксе юлăн.
— Эпир ӳкмĕпĕр-ха, — шăртлансах тавăрчĕ лешĕ. — Хăвна пĕл. Ненай, колхоз урапи çинче нумаях ларса пырайăн-ши?..
Председатель тек хирĕç чĕнмерĕ. Улăм шлепкине куçĕ çинерех пусарчĕ те, тапчам пĕвĕпе кăшт малалла ӳпĕнсе, шкул патнелле уттарчĕ. Çынсем икшерĕн те виçшерĕн тĕрлĕ çĕрелле сапаланчĕç. Крыльцара агроном пĕчченех тăрса юлчĕ.
Пĕччен... Колхоза килнĕренпе вăл хăйне ытла та пĕччен туять. Хваттерте пĕр Кĕтерук кинеми пур ĕнтĕ. Унпа сăмахласа кăшт чуна лăплантаратăн. Çавă çеç. Халь акă председатель мĕншĕн ăна ĕç пирки нимĕн те шарламарĕ-ха? Шкула васкарĕ. Агроном пĕрле пынă пулсан, чăрмантарĕччĕ-шим? Шкул ачисене мĕн каламалли агрономăн та çителĕклех тупăнĕччĕ, ӳсентăран пурнăçĕ... Çутçанталăк... Тăван ялăн уйĕ-хирĕ... Улăх-çаранĕ... Анчах мĕн пирки ютшăнать председатель? Тен, ырă мар сас-хура унăн хăлхине те пырса кĕнĕ? Крыльца умĕнчи çынсем те вашават кăмăлах кăтартмарĕç.
Чим, мĕн усал ĕç тунă-ха вара çамрăк агроном: Николай Шангин? Вăл çак колхоза ырă ĕмĕтпе килнĕ, ырă ĕмĕтпех çунса çӳрет. Ырă ĕмĕтпе кăна! Эх, кам та пулин ăнлансанччĕ!..
Чăн та, Нина инкекне вăл ытлашши йывăра илчĕ. Çавна пула унăн алли-ури пĕтĕмпех тăлланса ларчĕ. Кунта темĕнле урăх мел шырамалла. Эсĕ, Шангин юлташ, çапах та агроном. Чи малтан агроном! Çынсем сана çав ятпа кĕтсе илнĕ, çав ятпа хисеплеççĕ. Эппин, кăтарт ху мĕн пĕлнине, мĕн пултарнине!
Чи малтан... Чи кайран... Хăçан вара этем пулмал-ла-ха? Чăн-чăн этем. Çук-тăр çав, чăн-чăн этем пулаймасан, чăн-чăн агроном та пулаймăн. Çапах кирлĕ-кирлĕ мар шухăшсемпе пуçа çĕмĕрме пăрахмалла, пурнăç тилхепине, ĕç тилхепине алла çирĕпрех ярса тытмалла.
Чунĕ тепле туртмасан та, Микулай, правление кĕрсе, аслă бухгалтертан колхозăн çулталăкри отчечĕсене ыйтса илчĕ те «хут купи ăшĕнче» тепĕр хут чакаланса пăхма шутларĕ. Тен, пĕр-пĕр ахах тĕпренчĕкĕ тупăнĕ?!.
Пилĕк-ултă çул хушшинчи отчтсемпе пĕрле вăл çĕр пирки калакан документсене те тупса пама ыйтрĕ. Мĕнле хут татăкĕ пур — йăлтах.
Аслă бухгалтер Иван Трофимович, яланхи пекех, евĕк кăмăллă. Унăн çаврака та яка пуçĕ çинче, кĕмĕл тыткаллă куçлăхĕ çинче хĕвел шевли выляса тăрать. Ахăртнех, вăл куллен çырса ларакан цифрасем те çавнашкал çутă. Тем пекчĕ...
Халлĕхе агрономăн хутсемпе ларса ĕçлеме уйрăм кĕтес çук-ха. Председатель ăна ĕнер хăйĕн пӳлĕмне сĕнчĕ: лар та ĕçле! Ӳлĕм... Çук, Шангин агроном канцеляри çинчен ĕмĕтленмест. Ăна бюрократла кантур таврашĕ кирлĕ мар. Çапах та колхозра вăл пĕр çутă кĕтес тупать-тупатех. Агрохими лабораторийĕ — акă унăн ĕмĕтленнĕ кĕтесĕ.
Пĕлтĕр, диплом çырмалли практика хыççăн, Николай Щангин хăйсен курсĕнчи юлташĕсемпе пĕрле Мускава Халăх хуçалăхĕнчи çитĕнӳсен выставкине кайса курнăччĕ. Ытти тĕлĕнмелле япаласем - хушшинче вăл, пĕр тӳлек кĕтесре, агрохими лабораторине асăрханăччĕ. Унăн кĕске ячĕ — «ЛБДП-2». Ăна пĕр агрохимик И. Ф. Голубев конструкциленĕ. Лабораторире кăткăсси нимех те çук, пурĕ — 18 прибор, вĕсене йăлтах пĕр сĕтел çине вырнаçтарма пулать.
Микулай çак лаборатори мĕн хака ларассине те тĕпчесе пĕлнĕччĕ. Чăвашăн унсăр пулать-и? Хакĕ виçеллĕ — 215 тенкĕ. Кĕленче савăт-сапипе пĕрле — 350 тенкĕ. Колхоз кассине вăл кĕреçепе хырса каймĕ-ха, уссине центнерсемпе те тоннăсемпе кӳрĕ. Чылайччен çаврăнкаласа çӳрерĕ Микулай лаборатори тавра. Вĕренсе тухнă хыççăн ĕçе тытăнсанах туянма картса хучĕ ăна.
Ку ĕçе ĕнтĕ вăраха хăвармалла мар, халех тытăнмалла, тен, паянах Александр Васильевичпа канашласа пăхмалла. Чăн-чăн наукăсăр пĕр ĕçе те малалла яма çук. Калăпăр, халлĕхе биологи науки, математика пек е физика пек, тĕп-тĕрĕс экспериментсем туса кăтартас шая çĕкленеймен-ха, анчах малашне унăн та, математикăри пекех, тĕп-тĕрĕс формулăсем пулĕç. Çапла, чĕрĕ пурнăç çинчен вĕрентекен наука чи тĕрĕс наукăсемпе танлашĕ.
Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех Микулай пĕр тĕлĕнтермĕш кĕнеке вуланăччĕ. Чăваш юмахĕсенчи Улăп пек паттăр Гулливер вĕтĕ йышши çынсем патне — лилипутсен патшалăхне — пырса лекет. Лилипутсен королĕ, хăйĕн пĕчĕкçĕ пӳ-сине кура мар, Гулливĕра ăслă шухăшсем каласа тĕлĕнтерет.
«Халиччен пĕр пучах уснĕ çĕрте икĕ пучах, пĕр курăк туни ӳснĕ çĕрте. икĕ туна ӳстерме пултаракан çын тупăнас пулсан, — тет вăл, — çав çынна пĕтĕм этемлĕх тав тунă пулĕччĕ, çав çын хăйĕн Тăван çĕршывне мĕнпур пакăлти политиксен эшкерĕнчен çĕр хут ытларах усă кӳнĕ пулĕччĕ».
«Эпир лилипутсем мар, — такампа тавлашнă пек хуравлать Шангин агроном. — Эпир — Гулливерсем те мар. Эпир — çĕнĕ саманари çĕнĕ Улăпсем. Пирĕн ытларах ĕмĕтленмелле, ытларах ĕç тумалла».
Ĕмĕт-шухăш çуначĕпе таçта çити вĕçсе хăпарнă Микулай хăй умĕнчи хут купи çинчен те манса кайрĕ. Хăйне хăй вăл çутă та чаплă лабораторире ларнă пек туйса илчĕ. Акă унăн кашни пусăри тăпрана хими-тĕлĕшĕпе анализ туса пăхмалла. Пĕр çĕрте, калăпăр, азот çителĕксĕр. Агрономăн тĕп-тĕрĕс шутласа кăлармалла: мĕн чухлĕ çитмест азот? Кун хыççăн хайхи тăпрана азотлă имçам мĕн чухлĕ хывмаллине тĕп-тĕрĕс кăтартса памалла. Ытлашши те мар, катăк та мар. Азота ытлашши хывсан, тырă хăмăлĕ çемçешке пулать, апла вăл пучаха ларнă-ларманах çĕр çумне тĕшĕрĕлсе ӳкет. Кун пек чух чăвашсем: тырă ӳксе пулнă, теççĕ. Кали е фосфор тĕлĕшпе те çавнашкалах. Тăпрара пĕр-пĕр çимĕç çитмест, тырпул та лайăх ӳсеймест.
Е тата йӳçек тăпра тетпĕр. Ун пек çĕрте чи малтан чăрăш курăкĕ ӳсет. Çавăнтан ĕнтĕ тăпра йӳçĕккине кирек кам та чухласа илме пултарать. Кун пек çĕре известь хушмалла. Анчах тăпра йӳçĕшĕ миçе процент? Извеçне мĕн чухлĕ сапмалла? Çак ыйтусене пĕр хими анализĕ çеç татса парĕ.
Çук, çук. Шангин агроном колхоз хирĕсем тăрăх куçа хупса утасшăн мар. Чипер куç-пуç пур çĕртенех епле суккăр пăван пек пăн-пан çапкаланса çӳрĕн-ха? Унашкал юрамасть.
Анчах халĕ... Микулай сасартăк Шĕшлĕ Çеменĕн крыльца умĕнчи сăмахне аса илчĕ: «Малашне колхозра машинăсем анчах тăрса юлаççĕ... Тимĕр-тăмăр...» Чуна çӳçентерекен сăмах. Ăçтан ку? Ĕнер иккĕмĕш бригада бригадирĕ Пайгусов та çамрăксем хулана туртăннă пирки пăшăрханса калаçрĕ. Паян та колхоз председателĕ шкула çитме васкать. Кăçал вĕренсе тухакан ачасем класĕпех стройкăна каясшăн, колхоза юлас пулсан — вĕсем чи малтан председательпе сăмахласа пăхасшăн иккен.
Кунта, паллах, ытлашши япăххи, сехрене хăпартмалли çук-ха. Хулара, тĕрлĕ стройкăсенче ĕç алли сахал мар кирлĕ. Çапах та Шĕшлĕ Çеменĕн сăмахĕнче темĕнле чуна ыраттаракан япала пур. «Тимĕр-тăмăр...»
Çамрăк агроном Шĕшлĕ Çеменĕпе урамра çынсем умĕнчех тавлашса илме хатĕрччĕ. Аран çеç тытăнса тăчĕ: «Иртерех-ха, иртерех!..»
Халь акă Микулай Шĕшлĕ Çеменне хăй ăссĕн те пулин питлет. «Епле тимĕр-тăмăр? — тет вăл. — Тимĕр-тăмăра этем çĕр ăшĕнчен çĕре илемлетме кăларать. Малтан шăратать, унтан тракторсем тăвать, суха тимрисем туптать. Сан валли, Шĕшлĕ Çеменĕ! Сана çăкăр çитерес тесе, эпир суха-ака тăватпăр, тырпул ӳстеретпĕр. Тимĕр-тăмăр... Эс ху — тутăхнă тимĕр-тăмăр! Чăн та, халлĕхе çамрăксем ялтан аяккалла туртăнаççĕ-ха. Анчах пурте мар! Çук, пурте мар! Пĕтĕм чуна парса ĕçлекенсем сахал-и вара ялта?..»
Микулай хăй ĕнер Пайгусов бригадирпа калаçнине аса илчĕ. Йăмра патака çырмари юшкăн ăшне чиксе хăваратăн, кĕçех унта тем пысăкăш йывăç кашласа ӳссе ларать. Эсĕ-çав йывăçа куллен кайса пăхмасăр тӳсейместĕн, мĕншĕн тесен ăна хăвăн аллупа лартнă. «Тĕнчере чи тутли — ху ĕçлесе тунă çăкăр». Çамрăксене мĕн пĕчĕкренех ĕçе явăçтармалла, тырпул акса тума вĕрентмелле. Эсĕ ĕçе кайнă чухне ача тени вăл, куршанак пек, сан кĕпе арки çумнех çыпçăнса пытăр. Ахальтен мар пĕчĕкле ĕçе явăçакана мĕн ĕлĕкренех «куршанак» тесе чĕннĕ. .
Тăван уй-хир поэзийĕ, ĕç поэзийĕ... Мĕн пултăр-ха çакăнтан пахараххи? Çапла, этем кăвапи, этем чĕри хăйĕн тăван çĕрĕпе ĕçре кăна сыпăнма пултарать. Пĕр сыпăнсан, тĕнчере ăна нимĕнле вăй та туртса татаймĕ. Ĕç çĕре илемлетет, пурнăçа пуянлатать, этеме чăн-чăн телей кӳрет. Çакна ăнлансан, этем ĕçĕ-хĕлĕ яланах хаваслă пулĕ. Ун чухне кашни ял хăйĕн чăн-чăн илемлĕ сăн-сăпатне тупĕ. Тарма мар, çамрăксен ялтан каяс та килмĕ.
Çамрăк агроном, хай шухăшĕпе суйланнă май, çулталăкри отчетсене, календарь листисене уçнă пек, пĕрин хыççăн тепĕрне уçа-уçа пăхать. Çул хыççăн çул.
Чăн, халлĕхе савăнмалли сахалтарах.
Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхоз — вăтаммисен шутĕнчи хуçалăх. Малта та мар, хӳрере те мар. Вăхăт-вăхăт ăна хаçатсенче ырласа та илеççĕ. Пĕр-пĕр плана ыттисенчен кăшт маларах тултарнă-и унта е тырă вырнă вăхăтра ача-пăча валли ясли уçнă.
Агроном отчетсенчи хăшпĕр цифрăсене хăйĕн блокночĕ çине çыра-çыра хурать. «Тырпул тухăçĕ». Тепĕр тесен, ку цифрăсене çырма та кирлĕ мар, вĕсем ахалех пуç мимине шăрпăк пек тăрăнаççĕ. Колхоз çулсерен тĕштырă гектартан 8 — 9 центнер пухса илет. 50 — 55 пăта яхăн. Кунтан çӳлерех ниепле те çĕкленеймест. Тăватă ялпа вĕсен пĕтĕм çĕрĕ виçĕ пин гектар ытларах, халăх йышĕ икĕ пин патнелле çывхарать. Выльăх-чĕрлĕхĕ те çав çĕр çинчех кĕшĕлтетĕт.
Хĕсĕк! Мĕн тумалла? Çĕр резина мар, ăна тăсса сарма çук. Апла, тырпул тухăçне ӳстермелле, çав çĕртенех ытларах çимĕç илмелле.
Анчах халлĕхе асаттесен виçинчен иртеймен-ха. Мĕншĕн? «Маяк» колхозăн çĕрĕсем çав териех япăх-ши вара? Шангин агроном кашни пусăри тăпрана анализ туса пăхайман-ха, çапах ăна-кăна чухлать. Çавал тăрăхĕнчи çĕрсене кунтан аяккарахри ял çыннисем ĕмĕртенех ăмсанса пурăнаççĕ. Ку таврари тăпра чылай хурарах та çемçерех, улăх-çаранĕ те кунта ирĕкрех. Мĕн çитмест-ха апла?
Агроном сĕтел çине пусă çаврăнăш планĕсемпе тăпра карттисене саркаласа хурать. Вĕсене тахçан туса хатĕрленĕ — паллă мар, кашнин айнех вара Иван Демьянович Хадаров алă пуснă. Сарăхса-хытăркаса кайнăскерсем, вĕсем нимех те каласа кăтартаймаççĕ. Чĕмсĕр. Чăннипе вĕсене пурнăç тахçанах акăш-макăш тустара пĕтернĕ.
Çамрăк агроном каллех шухăша каять. Тĕлĕнмелле этем иккен çав Иван Демьянович Хадаров! 1953 çулта (ара, сентябрьти Пленум хыççăн) вăл пĕр хушă колхоза килсе ĕçленĕ. Вăхăт таппи, çĕнĕ пуçару! Пурте ялалла туртăнаççĕ, унăн мĕншĕн аякра тăрса юлмалла? Вăл хăйĕн тăван ялне агрономра ĕçлеме килет. Çакăншăн (яла куçса килнĕшĕн ара!) леш подъемнăй текеннине илме те тиркесе тăмасть. Паллах, арăмĕ Ăçтиçук-Таçук хĕтĕртнипе. Кун хыççăн виçĕ çул хушши колхозран уйăхне 1200-шер тенкĕ шалу илсе тăрать.
Иван Демьянович ытла йăрă çынах мар, анчах кирек мĕнле пуçарăва та вăл ялан хапăлласа кĕтсе илет. «Çĕнни!.. Калча!.. Коммунизм калчи!» — тесе çуйхашать вара вăл. Кун пек пысăк сăмахсемпе пули-пулми перкелешни вырăнсăр иккенне тăнчах манать.
Çапла, колхозран Иван Демьянович пысăк шалу илсе тăнă, анчах çав хушăра Çавалкас уй-хирĕнчи тырă тухăçĕ çур пăт та хутшăнман. Мĕн ку? Ĕç-и е куçкĕрет ултав?
Малалла çамрăк агроном çулсерен уй-хире мĕн чухлĕ тислĕк, мĕн чухлĕ минерал кăларнине тĕрĕслет. Цифрăсем нумай. Вĕсене çупă пуçлă Иван Трофимович хăйĕн типтерлĕ аллипе питĕ хитре шăрçаласа çырнă. Анчах вĕсем ытла та вĕтĕ. Тĕшши хăйпашка вĕсен, сулăмĕ çук. Кипек, кĕрпе кипекки. Сухалакан çĕрĕн кашни гектарĕ пуçне колхоз вăтам шутпа çулсерен икшер тонна тислĕк, утмăлшар килограмм минерал кăларать иккен. Чирлĕ çынна чей кашăкĕпе эмел панă пек... Чун усрамалăх.
«Çĕртен нумай илетпĕр, каялла тавăрса памастпăр, — институтра Чумайкин доцент тек-текех калакан сăмаха аса илет Микулай. — Хамăра тăрантаракан çĕре выçлă-тутлă усратпăр. Ĕнене çавăн пек усрасан, сĕт ан кĕт. Пирĕн çĕр сывă, хăватлă, çавăнпа вăл сиплĕ те вăйлă апат ыйтать. Парăр ăна çимĕç, çĕр хăй те сире çимĕç айнех тавĕ».
Çапла, Çавал тăрăхĕнчи çĕрсем япăх мар-ха, анчах питĕ çырма-çатраллă. Çырма тенинче ĕлĕк шыв юхнă. «Çатри» вара мĕскер? Эрози!..
Эпир уй-хирĕ питĕ чухăнланса тăкакан тислĕкпе минералсем те çурри ытла çурхи шывпа е çумăр шывĕпе юхса каяççĕ. Малтан — çывăхри çырмана, унтан — Çавалпа Атăла. Акă ăçта вăл инкек!
Кăмăлĕ пăлханнă агроном тӳсеймерĕ, сĕтел хушшинчен сиксе тăчĕ те пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ уткалама тытăнчĕ.
«Çĕр-аннемĕр кăкăрне ĕмсе ӳсетпĕр, çĕр-аннемĕр кăкăрне таптатпăр, — терĕ вăл хăй ăссĕн. — Пылчăк çăратпăр, тусан вĕçтеретпĕр. Лапăртатпăр, варалатпăр. Хăйне кура, эппин, Шĕшлĕ Çеменĕ те ахаль мар çĕткелешет. Тем пур-ха унăн тӳрккес сăмахĕнче. Ара, малашне те капла йăх-ях ĕçлесен, пирĕн хыçăмăрта чăннипех хайхи тутăх тимĕр-тăмăр кăна выртса юлĕ. Çук, этем çĕр çинче апла мар, урăхла пурăнма тивĕç».
Мĕнле пурăнма тивĕçлине Микулай, шухăшра та пулин, каллех хăй куçĕпе курма тăрăшрĕ. Самантлăха вăл хăйне урăх çын вырăнне тăратрĕ.
Акă Шангин агроном колзоз хирĕпе пырать. Таçтан инçетрен «Сольвейг юрри» илтĕнет. Микулай малтан малалла утнă май, куç умĕнчех тулă калчи чăшăлтатса ӳсет. Шултра пучахлă ыраш шăркана ларать. Татах малалла утать агроном — кукуруза пусси вăрман пек ӳссе çитĕннĕ. Кашлать, кашлать кашлать... Пăрçа, хуратул, вир калчисем ашкăраççĕ. Çутçанталăк чăнласах ваттисен сăмахне тӳрре кăларма шут тытнă тейĕн: ырă куç пăхать — чечек çурăлать, усал куç пăхать — курăк та типсе хăрать. Талккăшĕпе çапла: мĕн чухлĕ сулмаклăрах утать агроном, çĕрĕн сăнĕ-пичĕ те çавăн чухлĕ вăйлăрах ешерет, илемлĕрех чечекленет. Йĕри-тавра хĕвел. Хушăран ăшă çумăр, çĕршĕн сиплĕ çумăр, чашкăртса иртет. Тӳпене телей хапхи пек асамат кĕперĕ çĕкленет.
Каччăсемпе хĕрсем вăрманалла утаççĕ. Вĕсем карти-карти кайăк хур евĕр карталаннă. Хĕрĕсем — маларах, каччисем — каярах. Хĕрупраçăн халь çум çумлас шухăш çук. Çумкурăксене тĕнчери чи хăватлă препаратпа — гербицидпа е самазинпа — тахçанах, яланлăхах пĕтернĕ. Çамрăксем паян ешĕл вăрманта колхоз хорĕн репетицине ирттереççĕ. Кĕçех районти Юрă уявĕ пулмалла. Унтан — республикăри уяв, унтан — çĕршыври, унтан — пĕтĕм çĕр чăмăрĕ çинчи Юрă уявĕ. Мĕнпур тĕнчери пĕрлешӳллĕ хора чăваш çамрăкĕсем те хутшăнаççĕ. Ытти халăхсен юррисем хушшинче чăвашсен «Куккук» юрри илтĕнсе каять... «Авăтать куккук, янăрать вăрман: ку-ку, ку-ку!..»
Этем ывăлĕ-хĕрĕ куççуль мĕн иккенне манать. Пулсассăн та, хурлăх куççулĕ мар, савăнăç куççулĕ кăна пулать.
Анчах халлĕхе... Авă ĕнер Нинăна упăшки хĕнесе пĕтернĕ. Вăл Лидăсем патне макăра-макăра чупса пынă... Кĕвĕçӳ, кӳлешӳ...
Ĕнер каç Лидăна ăсатнă чух вĕсен чӳрече кантăкĕсем тĕттĕмччĕ. Лидăсемпе юнашар Нинăн ашшĕпе амăшĕ пурăнаççĕ. Вĕсен те пӳртĕнче çутă çукчĕ. Нина хăй ăçтаччĕ-ши вара? Хуйха ӳкнĕ Микулай ĕнер çавăн çинчен ыйтса пĕлме те ăс çитереймĕрĕ. «Пулăшма кирлĕ мар... Хутшăнма кирлĕ мар...» Лида урлă Нина Микулая çапла пĕлтерме хушнă. Çын хутшăнсан, упăшки ăна тата хытăрах хур кăтартма пултарать имĕш. Трагеди... Епле пурăнма шутлать-ха мĕскĕн чун çав тамăкра? Е вăл хăйне чăн та пĕтнĕ çын вырăнне хурать-ши? «Кĕлрен вутă тăвас çук...»
Çапах та... Çапах та Нинăн малашнехи кунçулĕ кăшт та пулин çăмăлланиччен Николай Шангин чун канăçĕ тупаймĕ, агроном ĕçне те йĕркеллĕ тытăнаймĕ. Мĕн ĕçĕ пултăр-ха ниçта кайса кĕрейми ăш вăрканă чух?..
14
Колхоз председателĕ шкултан кăнтăрла çитеспе тин таврăнчĕ. Хăй йăлтах ăшша пиçнĕ. Пӳлĕме кĕнĕ-кĕмен вăл пиншакне пукан хыçĕ çине хывса çакрĕ, кĕпе çухине вĕçертсе ячĕ, тарлă çамкипе мăйне сăмса тутрипе сăтăрчĕ. Хул айĕсем те унăн лачкам шыв.
— Тамаша-а-а! — терĕ вăл, кĕрнеклĕ пуçне енчен енне сулкаласа. — кĕтменччĕ кун пеккине.
— Мĕн пулчĕ, Александр Васильевич? — тĕлĕнчĕ агроном.
— Ара, шкул ачисем тапăнчĕç. Çăвăр автансем пекех таклаттарса сăхаççĕ: «Каятпăр. Хулана каятпăр! Стройкăна каятпăр! Пирĕн ялта нимле савăнăç та çук!» — теççĕ. Эккей, э! Шăркалчăсем! Ĕç тĕлне пĕлмеççĕ, тавай вĕсене савăнăç!
— Тĕрĕс, пирĕн ялта савăнмаллисем çукрах-ха, — хушса хучĕ Микулай. Çак сăмаха вăл председателе кӳрентерес тесе мар, ăнсăртран кăна персе ячĕ, анчах лешĕ ăна йывăра илчĕ пулас.
— Чим! — сиксе ӳкрĕ Сармаев, шалта ларакан пĕчĕк куçĕсемпе агронома шăтарас пек тĕллесе. — Эс те каялла тапасшăн мар-и?
— Çук, Александр Васильевич, эпĕ каялла мар, малалла тапасшăн.
— Апла мĕнле савăнăç пирки калаçатăн-ха эс те пулин? Ăнланаймастăп, мĕн кирлĕ хальхи çамрăксене? Вĕренме — лайăх шкулсем лартса панă. Тăрăшăр, вĕренĕр. Ĕçлеме — машинăсем туянса панă. Пилĕк авасси çук. Ĕçлĕр чун каниччен! Виç-тăватă çул пĕр вĕçĕм йӳтетрĕç: клуб, клуб, клуб! Хай, поэтсем калашле, кермен пек клуб лартса патăмăр. Юрлăр, савăнăр! Çук вĕт, каллех тем çитмест.
Микулайăн çак самантра Сармаева хĕрхенесси те килчĕ. Этемле, ывăлĕ тăван ашшĕне хĕрхеннĕ пек. Çавăнпа вăл мĕн те пулин хирĕçлесе калама асăрханарах тăчĕ.
Александр Васильевич Сармаев ĕнтĕ çак ĕçре вунсакăр çул хушши çӳрет. Вăрçăран таврăнсан, вăл салтак шинельне хывса та ĕлкĕреймен, тăван ялйыш ăна тӳрех колхоз председательне суйласа лартнă. Сывлăш çавăрмасăр, пĕр фронтран тепĕр фронта.
Çамрăк агроном чĕнмест, председателе куç сиктермесĕр сăнать. Хăй ăссĕн çаплах шухăшлать. Сармаев таса чĕреллĕ, тӳрĕ кăмăллă коммунист. Вăл, ытти хăшпĕр «ял пуçĕсем» пек, ĕçкĕ-çикĕпе алхасмасть. Тен, килте апат умĕн пĕрер черкке сыпкалать те пуль, юлашки вăхăтра ӳчĕ-пĕвĕ самаях хулăнланчĕ, сăнĕ-пичĕ тăртанчĕ — анчах ку вăл çулсем ватталла сулăннă пирки те пулма пултарать. Ку вăл çынна тиркесе тăкмалли сăлтав мар.
— Николай Степанович, кала, мĕн çитмест çамрăксене? — тăвăннă сасăпа тепĕр хут ыйтать председатель.
— Мĕн çитмест? — ассăн сывласа илет агроном. — Ак, эпĕ çулталăкри отчетсене пăхса тухрăм. Тĕрĕссипе, пире çăкăр та çитмест. Хĕсĕк пурăнатпăр. Çавна пула колхозниксем килти пахчана ытларах шанаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем паранкă йăранĕсем хушшине сăвăр пек кĕрсе ларнă. Çамрăксем хулана туртăнаççĕ. Шĕшлĕ Çеменĕсем, авă, шăл йĕрсе тăраççĕ. Этем — этем вăл. Ăна тем те кирлĕ. Çăкăр-тăварĕ те, чун апачĕ те...
— Чун апачĕ... Манăн мĕн тумалла-ха ĕнтĕ? Эсĕ — çĕнĕ çын, пулăш!
— Шухăшламалла...
Анчах Николай Шангин халь колхоз председательне хăйне мĕн çитменни пирки ытларах шухăшлать. Тен, вăл ывăннă? Халтан кайнă? йăлăхнă? Кун пек чухне этем мĕнпур япалана сӳрĕк куçпа пăхать. Ырăпа усала уйăрайми пулать. Хăнăхать. Уншăн икĕ айкки те тăвайкки имĕш. Физикăра инерци текен саккун пур. Калăпăр, урапана пĕрре çавăрса яратăн та, вăл хăйĕн сулăм вăйĕпе малалла çаврăнса тăрать. Сулăм вăйĕ пĕтиччен. Е тата кунтан та япăхраххи — «шыва май пĕрене те ишет» тени. Унашкал меллĕ юхăма этем хăй Сисмесĕрех парăнать. Сыхланмалла!..
Пурнăçра кашни çыннăн хăйĕн сукмакĕ, хăйĕн «орбити» пур. «Кашни çын хăй урапине туртать, — текенччĕ вара Микулайăн ашшĕ. — Пĕри — хăвăртрах, тепри — вăраххăнрах утать. Хушăран çын урапи çине ларса пыма хăтланакансем те тупăнаççĕ».
Çапла, тĕрлĕ çын тĕрлĕ «орбитăра», тĕрлĕ сулăмпа çаврăнса çӳрет. Пĕрисем — хăвăртрах, теприсем — вăраххăнрах. Е тата çавнашкаллисем те пулаççĕ: пĕр сулăма хăнăхаççĕ те ни хăвăрт, ни вăрах шуса пыраççĕ.
Ракета çĕр туртăмне çĕнтерсе тĕнче уçлăхне вĕçсе тухтăр тесен, ăна космос хăвăртлăхĕ кирлĕ. Аслисем калашле, иккĕмĕш космос хăвăртлăхĕ. Александр Васильевич Сармаев ракета мар, ун пек танлаштарни кунта пачах вырăнсăр. Анчах Сармаева йывăр инерцирен, сӳрĕклĕхрен хăтăлма тем тесен те пулăшмалла. Ахаллĕн вăл хăйĕн мăранлăхне хăех тӳрре кăларма пăхать: васкакан вакка сикнĕ имĕш. Çапла унăн яланхи сăмахĕ.
Çамрăк агроном колхоз председательне чылайччен куç сиктермесĕр сăнаса ларчĕ. Нумай тĕрлĕ шухăшласа пăхрĕ ун пирки. Тиркесе те, хĕрхенсе те. Çакна, паллах, Сармаев сисмесĕр юлмарĕ. Тахăшĕ питĕ тĕрĕс каланă: этем тени урăх çын куçне хул лапаткипе те туять.
— Ватăлтăм пулинех, — кăшт айвантараххăн кулса илчĕ председатель. — Куç вăйĕ чакрĕ — асăрхамаллине асăрхаймастăп. Ара, ура вăйĕ те чакрĕ — утнă çĕртех такăнатăп. Шанчăк сирте, çамрăксенче. Пулăшăр, — вăл пĕр самант тăхтаса тăчĕ, унтан ыйтрĕ: — Николай Степанович, епле сан унта ĕнер калаçнă ĕç пирки?
Агроном ăнланчĕ. Председатель ăна тырпул пухса кĕртмелли ĕç планĕ пирки шухăшласа пăхма хушнăччĕ.
— Паллашатăп-ха, — терĕ агроном. — Çынсемпе, хутсемпе, хуçалăхпа паллашатăп.
Çак вăхăтра алăк яри уçăлса кайрĕ, пӳлĕме Ăçтиçук-Таçук кĕрсе тăчĕ. Анчах ку хĕрарăм чăн та çавă иккенне Микулай тӳрех тавçăрса илеймерĕ-ха, хăйĕн чĕри сасартăк сӳ тусан тин чухларĕ: çавă ку, çавă... Микулайăн инкекĕ.
Çамрăк агроном Ăçтиçук-Таçука ĕнерччен çывăххăн курман, ĕнерхи пăтăрмах вăхăтĕнче те унăн сăнне лайăххăн асăрхаса юлайман. Куç умĕнче темĕнле юн тултармăшĕ пек тĕксĕм хĕрлĕ сăн-пит кăна мĕлтлететте йытă çăварĕ... пулса çитнĕ йĕкел тĕслĕ сарă хăмăр куç...
Хĕрарăм алăк патĕнчен тăруках малалла иртме хăяймасăр тăчĕ. Хăясси те мар-ха, питĕ васкаса килнипе вăл сывлăш çавăраймарĕ пулас. Çав самантра Микулай унăн сăнарне витĕмлех «ӳкерсе илме» ĕлкĕрчĕ. Ăçтиçук-Таçук — пĕр аллă çулсем патнелле çывхарса пыракан хӳхĕм инке. Пĕвĕ-сийĕ патвар — виçеллĕ мăнтăркка, виçеллĕ тăпăлкка темелле. Сăнĕ-пичĕ халĕ те аптăрамасть, хĕр чухне вара чăннипех хитре пулнине систерет. Тумланасса хăй, Кĕтерук кинеми калашле, «пысăк çын арăмĕ» пулин те, ялти пек тумланса çӳрет. Çыпăçуллă та ятуллă. Пуçĕнче — пӳрт тăрри пек кĕтеслетсе-шĕвĕртсе çыхнă сарă тутăр, хăйĕн хĕрлĕ сăнне питĕ килĕшекенскер, çийĕнче — пĕрмече аркăллă, шурă чăпар чечеклĕ тĕксĕм сатин кĕпе, умĕнче — кĕрен саппун, уринче — шурă чăлха пуçĕпе хура сăран тапочка. Художник, палитруна уçса хур та ӳкерме тытăн — ялти инке портречĕ кĕçех хатĕр пулать.
Анчах çак инкен куçĕсене еплерех сăрпа ӳкермелле-ши? Алăкран кĕрсенех унăн куçĕсем сасартăк чарăлса кайнăччĕ, халь, акă, темрен йĕрĕннĕ пек, хăвăрт çеç хĕсĕнчĕç.
— Хе, иккĕшĕ те кунта-ха, — терĕ инке, председатель сĕтелĕ патнерех иртсе. — Пăхăр та курăр, шăп кăна лараççĕ, ним пулман пекех.
— Мĕн пулнă вара, Дарья Варламовна? — сăмаха евĕккĕн шутарса ыйтрĕ председатель.
Хайхи Ăçтиçук-Таçук тин çеç сăнчăртан вĕçерĕннĕ йытă евĕр тилĕрсе кайрĕ.
— Мĕн пулнине эсĕ манран мар, ак çак йĕксĕкрен ыйт, — çунтарса ярасла куç ывăтрĕ вăл çамрăк агроном еннелле. — Яла килсе çитме ĕлкĕреймен, килĕрен киле хурах пусса çӳрет.
Сĕтелĕн тепĕр пуçĕнче ларакан Микулай ура çине сиксе тăчĕ.
— Эсĕ, инкеçĕм, чипертерех!
— Эпир чипер-ха! Эс хăвна пĕл! Тупăннă агроном! Çăмăлттай! Сана яла мар, Атăл пĕвелеме ямалла! Ман упăшка та агроном. Сан йышши мар. Вăтăр çул ĕçлерĕ, халь те ĕçлет, халăхран пĕр усал сăмах илтмен. Эсĕ пур... Çичĕ ют!..
— Дарья Варламовна! Дарья Варламовна! — епле те пулин лăплантарма тăрăшать ăна председатель, — ретлĕрех калаç-ха. Сăмахăн ун чаракĕ пулмалла. Çапах та ялти ятлă çынсем...
— Ятлă кăтартаççĕ унта! — вут хыпнă ыраш кĕлти пек çатăртатать Ăçтиçук-Таçук. — Тăр-кăнтăрла йытта пăвса пăрахрĕ. Йытти йăвашчĕ. Пĕтрĕ халь мĕскĕн Тарзан, вĕрейми те пулчĕ.
— Положăм, йытти сирĕн унччен те вĕрмесĕрех çыртатчĕ-ха, — ĕнтĕ чунĕ тарăхнипе йĕкĕлтесе илчĕ Сармаев.
— Ха, эсир пурте пĕр шайкка! — çĕнĕрен амаланса кайрĕ Ăçтиçук-Таçук çилли. — Пурте пĕр кантра вĕççĕн çӳретĕр!..
Çăварĕнчен киревсĕр сăмахсем вăркăннă май, Ăçтиçук-Таçукăн куçĕсем те кĕç-вĕç сиксе тухасла ялкăшаççĕ: пĕр чарăлаççĕ, пĕр хĕсĕнеççĕ. Микулай харкашăва хутшăнасшăн мар. Вĕрсе хăпаракан кăмăлне пусарсах, вăл Ăçтиçук-Таçука аякран сăнаса тăрать. Лешĕн сăнĕ-пичĕ хăрушла. Куç шăрçисем темĕнле тĕксĕм сарă. Пăхăр укçа тĕслĕ. Куçĕ-пуçĕ чарăлнă чухне куç шăрçисем икĕ пуслăх икĕ пăхăр укçа пек курăнаççĕ, хĕсĕннĕ чухне вара пĕр пуслăххисем пек кăна тăрса юлаççĕ. Шуйттан шухăшласа кăларнă автомат тейĕн. Вĕçĕмсĕр улшăнса тăрать çав автоматри пăхăр укçа: пĕр пуслăх — икĕ пуслăх, пĕр пуслăх — икĕ пуслăх... Этем сăнĕ те юлман.
— Чим-ха, чим, — каллех чарма хăтланать председатель «шуйттан автоматне», — эпĕ халлĕхе нимĕн те ăнланаймастăп, Дарья Варламовна. Мĕн пирки кунашкал асар-писер çил-тăман? Çу варринчех...
— Паллă мĕн пирки! — ялтлатса илеççĕ икĕ пуслăх пăхăр укçасем. — Çак тĕнче каскăнĕ виçĕмçул пирĕн кинпе якăлтатса çуренĕ те...
Микулай сăнĕ кăвакарса кайрĕ.
— Мĕнле кин? Мĕнле якăлтатнă? — кăшкăрчĕ вăл, сасартăк картран вĕçерĕнсе.
Хăпарнă чустана йĕтĕрпе шăтарсан, чуста самантрах чăшш туса пусăрăнать. Ăçтиçук-Таçук та пӳлĕннĕ пек пулчĕ, унăн куçĕсенче халь ĕнтĕ пĕр пуслăх пăхăрсем çеç тăрса юлчĕç.
— Ара, ун чух кин пулайман-ха та, — терĕ вăл. — Якăлтатма пурпĕрех якăлтатнă. Пĕлетпĕр. Пĕтĕм ялйыш пĕлет. Халь вара çак янккамас кивĕ йĕрпе йĕрлесе пынă. Йăлтах куратпăр!
— Кивĕ йĕрпе мар! — касса татрĕ Микулай, çиллине шăл витĕр сăрхăнтарса. — Эсир кинĕртен чура туса хунă. Хăрхăм! Лаша пек, турта хушшине кӳлсе янă. Хăвăр вара урапа çине виççĕн улăхса ларнă. Шыçмаксем... Намăссăрсем!..
— Э-э-э! Эс апла-и? Эс чураран хăтарма пытăн пулать!
— Хăтарма çав! Сирĕн ларкăчăрсене те кăштах хĕсмелле!
Çамрăк агроном çавăнтах бухгалтери пӳлĕмне чупса тухрĕ те каялла темĕнле хут тĕрки йăтса килчĕ.
— Акă, эсир колхозра епле ĕçленине кăтартакан тĕкĕр, — терĕ вăл, виçĕмçулхи, пĕлтĕрхи, кăçалхи ĕçкунĕсен ведомоçĕсене сĕтел çине саркаласа хурса. — Акă Хатарсен йăхĕ! Ăçта, кам кунта миçе ĕçкунĕ тунă?! Сан ывăлу-и? Ху-и? Е санăн аллă тултармасăрах пенси илме çул шучĕ çитрĕ-и?
— Хутпа хăратаймăн! — каллех сиксе ӳкрĕ Ăçтиçук-Таçук. — Ман ывăл институтра вĕренет. Эпĕ хам чĕрепе аптăратăп. Упăшка — ăслужащи. Пирĕн кин ĕçлет. Çитмест-им?
— Çапла, — йĕрĕннĕн кулса илчĕ агроном, — таптаса çынсем. Çветтуй йăхĕ. Анчах пĕлĕсĕн, сан ывăлу ниçта та вĕренмест. Ял хушшинчи янккамас! Акă вăл кам. Юрĕ, упăшку «ăслужащи» тейĕпĕр. Эс вара мĕн? Чĕре-е-е тетĕн. Анчах сан чĕрӳнтен катмак тусан, чул катма та тӳсет-ха. Харăм пырсем! Сăвăссем! Кин ĕçлет тесе, ун хӳттипе колхоз ырлăх-пурлăхне сăхса пурăнатăр эсир. Сирĕн кил вырăнне тахçанах касса илмелле!
Хĕрсе кайнă Микулай сăмах суйласа тăмарĕ, чĕлхи çине мĕн килнĕ, çавна тăрăнтарчĕ. Колхоз председателĕ те чараймарĕ ăна. Тĕрĕссипе, Сармаев, мăлатукпа сунтал хушшине лекнĕ пек, ним тума та аптăрарĕ. Вăл урамалла уçса хунă кантăксем патне пыра-пыра пăхрĕ, хайхи тулта çынсем пухăнма тытăннине асăрхасан, кантăксене çавăнтах хупса хучĕ. Унтан алăк патнелле ыткăнчĕ, алăка яри уçса ячĕ те такамăн çамкине шаплаттарчĕ.
— Чарăнăр, тархасшăн, чарăнăр, Николай Степанович! Лăпланăр! Этем пулăр, Дарья Варламовна! — терĕ вăл, иккĕшне те ӳкĕте кĕртме хăтланса. — Аван мар апла, аван мар. Халăх тем калĕ. Çынсем илтеççĕ...
Ăçтиçук-Таçук, хăй çиллине шăнараймасăр, ӳлесех макăрса ячĕ.
— Аллу типсе хăртăр, куçу типсе юхтăр! — хаяррăн ылханма тытăнчĕ вăл Микулая. — Пуçу çине çăлтăр антăр. Эп ку мăшкăла ахаль хăвармастăп. Района евитлетĕп! Шупашкара çитетĕп. Пирĕншĕн Мускава та çул уçă. Пурпĕрех тĕрĕссине тупатпăп!
Хаяр хĕрарăм алăка хытă шалтлаттарса хупса хăварсан, колхоз председателĕпе агроном чылай вăхăт пĕр-пĕрне хирĕç куç çĕклеймесĕр ларчĕç. Чунĕ лăпланнăçем Микулай шухăша кайрĕ: акă вăл каллех темĕнле йăнăш утăм туса хучĕ, каллех ăнсăртран капланса килнĕ ăншăрта парăнса, «çут тĕнче» умĕнче тем айăпа кĕчĕ.
— Александр Васильевич, кала-ха, мĕне пĕлтерет çав пуçу çине çăлтăр антăр тени? — ним сăмах хушма аптăранă енне ыйтрĕ Микулай.
— Ырă суннине пĕлтермест, паллах, — терĕ председатель салхуллăн. — Ĕлĕк тухатмăш карчăксем çавнашкал ылханнă. Тӳперен çăлтăр ӳкет, çĕр çинче пĕр-пĕр чун пĕтет. Эс ун пеккине ан ĕнен. Пăрах ун пирки шухăшлама. Сур!.. Пирĕн кашни чарусăр инкепе тытăçма вăхăт çук. Ĕçлемелле... — Сармаев кăшт тытăнса тăчĕ, унтан хушса хучĕ: — Çапах та аван мар. Мĕн пулса тухрĕ-ха капла?
Çамрăк агроном председателе хуравлама ĕлкĕреймерĕ, унăн пуçĕ çине çав самантрах тепĕр инкек йăтăнса анчĕ...
15
Пĕр шухăшласан — ĕненме те хĕн. Председатель пӳлĕмне хальхинче ашапатман хаяр инке мар, тĕлĕнмелле чипер хĕр кĕрсе тăчĕ. Шуйттан хыççăн — чăн-чăн пирĕшти. Анчах пирĕшти сăнĕ-пичĕ мĕн тери хитре, вăл кӳнĕ хыпар та Микулайшăн çав тери йывăр пулчĕ.
Малтанах Микулай савăнчĕ-ха. Темĕнле усал тĕлĕкрен вăранса, умра каллех шурăмпуç шевлине курнă пек туйрĕ.
— Здравствуйте! — терĕ хĕр питĕ çепĕç, питĕ уçă сасăпа.
Председательпе агроном ăна хирĕç сăмса айĕн çеç тем мăкăртаткаларĕç. Тин кĕрлесе иртнĕ асар-писер хыççăн вĕсен кăмăлĕсем çаврăнайманччĕ-ха. Чуна тăвăр ĕнтĕ кун пек чух. Чипер хĕр сарăрах шурă платье тăхăннă. Шурă кăна та мар-ха унăн тумĕ, хĕвел пайăркипе витĕрнĕ ылтăн тĕслĕ. «Риза» — çиçсе илчĕ Микулай пуçĕнче. Институтри хăшпĕр шукăль хĕрсем те вечерсене çавăн пек çутă платье тăхăнса пыратчĕç, каччисем вара тăрăхлатчĕç: «Хăш пачăшкă ризине хывса илтĕр-ха?» — тетчĕç. Мода! Çĕлетессе те ăна хальхи модăпа çĕлетнĕ. Пилĕк тĕлĕнче — çинçе, аялалла майĕпе вăр-çавракан сарăлса анать. Ку мода пирки те студентсен хăйсен сăмахĕ пурччĕ: «ӳпĕнтернĕ черкке». Хĕр çине аякран пăхсан, унăн пĕвĕ шăп та лăп çавнашкал курăнать.
— Шангин юлташ эсир пулма кирлĕ, — терĕ «ӳпĕнтернĕ черкке», хăйĕн çап-çаврашка хăмăр куçĕсемпе агроном çине тинкерсе пăхса.
— Тĕрĕс, çапла пулма кирлĕ, — шӳтлеме хăтланчĕ Микулай.
— Ман сирĕнпе... — чипер хĕр пӳлĕнчĕ. Унăн çап-çаврашка пичĕ пĕрлĕхен пек хĕрелсе кайрĕ. — Эпĕ — ялти медсестра, — кăшт чĕтрекен сасăпа хушса хучĕ вăл, унтан председатель еннелле çаврăнчĕ те: — Александр Васильевич, пире хулана кайма машина кирлĕ пулать, — терĕ.
— Чим-ха, Римма, — сисĕнмеллех шуйханчĕ председатель, — мĕн чĕмери? Кала йĕркипе!..
Хĕрĕн çутă сăнĕ тĕксĕмленчĕ, çинçе те авăнчăк куç харшийĕсем, кăшт каçăртарах сăмси тĕлĕнче пĕрлешсе, пĕр тӳрĕ йĕр пулса ларчĕç. Хĕр, ахăртнех, темшĕн çилленет, вĕчĕрхенет, çав вăхăтрах вăл хăйĕн кăмăлĕ çирĕппине те кăтартасшăн пулас.
— Шангин юлташа йытă çыртнă, — терĕ Римма, çепĕç сассине ĕнтĕ хурçă пружина пек хытарса. — Ку пирĕншĕн — чэ-пэ!..
— Мĕн чĕппи тата? — ăнланайманçи пулчĕ Сармаев. — Мĕн чĕппи?
— Нимĕн те кулмалли çук, Александр Васильевич, — тĕртлетсе кайрĕ Римма. — Килĕшмест сире. Ватă çын, ĕçлĕ çын. А пирĕн ялта пĕтĕм санитарипе гигиена йĕркине сăнаса тăмалла. Пĕр-пĕр ерекен усал чир сиксе тухман-и унта? Çăлсем, шывсем таса-и? Ку вара, йытă çыртни — чэ-пэ. Чрезвычайнăй происшестви, эппин. Ун пек чухне çыннăн тӳрех тухтăр патне чупмалла, çывăхра тухтăр çук пулсан — медпункта.
Медсестра «лекцине» итленĕ мăй, агрономăн çамкине сивĕ тар тапса тухрĕ. «Акă пуçланчĕ хайхи! — шухăшларĕ вăл хăй ăссĕн. — Капла ним çук çĕртенех урса кайăн...»
Сармаев агронома хулĕнчен тытрĕ. Питĕ асăрханса:
— Николай Степанович, — терĕ вăл. — Эпĕ ку сăмаха ĕнер каç районтан таврăнсанах илтнĕччĕ. Тин çеç тата Ăçтиçук-Таçук сăсăл вĕçтерсе хăварчĕ. Хăвăнтан ыйтса пĕлме ерçеймерĕм. Хытах çыртнă-и вара сана çав ăнман йытă?
— Нимех те мар, — аллине сулчĕ агроном. — Кушак чавнă пек кăна.
— Çук, çук, — вĕтĕртетсе илчĕ медсестра, — манăн тĕрĕслемелле. Чĕрне йĕрĕ-и е шăл йĕрĕ, пурпĕрех тухтăра кăтартмалла.
— Акă, пăхăр, — Микулай, çавăнтах пиншакне хывса сылтăм çаннине тавăрма тытăнчĕ. — Калаçмалăх та çук.
— Апла мар, — пӳлчĕ Римма. — Эпĕ сире медпункта чĕнетĕп. Суранăр пысăках пулсан, халех хулана каятпăр. Астăвăр, паян — шăматкун, — вăл аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ. — Халь вуниккĕ иртнĕ. Паян — кĕске кун. Васкамалла. Кайран приемра врачсем те пулмĕç. Александр Васильевич, тархасшăн, машина... Ванька Черкалова каласа хурăр. Газикне хатĕрлетĕр. Эсир, Шангин юлташ, манпа пыратăр.
Хăюсăррăн килсе кĕнĕ «пирĕшти» ĕнтĕ икĕ арçынна та пĕр-пĕр ротăри старшина пек команда пара пуçларĕ: «Хăвăртрах! Вăр-вартарах!»
Ним те тума çук, Микулайăн ирĕксĕрех медсестра хыççăн тухса утмалла пулчĕ.
Медпункт правленирен инçех мар, Аслă урамран клуб патнелле хăпаракан тăкăрлăкра ларать. Çул çинче агрономпа медсестра хире-хирĕç шăпăрт та чĕнмерĕç. Микулай, хăйне хăй тарăхса, ăшĕнче чи усал сăмахсемпе ятласа пычĕ. «Тăмсай! Чăрсăрлăхна пулах инкеке лекетĕн. Эс паян Ăçтиçук-Таçука та тытса лăскама хатĕрччĕ. Пуçланатчĕ вара ахăрсамана!.. Каллех пĕтĕм ял янрашма тытăнатчĕ: «Хĕрарăм çине алă çĕкленĕ!..»
Ытла та тарăхмалла пулчĕ çав. Ăçтиçук-Таçук куçранах ăна «тĕнче каскăнĕ» терĕ. Ниçта кайса кĕреймиех кӳрентерчĕ Микулая çак сăмах, йытă çыртнинчен те ытларах ыраттарчĕ. Тепĕр тесен, Микулай хăйшĕн тӳснĕ те пулĕччĕ, леш ашапатман тата Нина чысне лапăртасшăн. Кун пек мăшкăла чăтма çук. Нинăн хĕр чухнехи таса ятне никама та пылчăкпа лапăртама ирĕк памĕ Микулай. Нимĕнле ăçтиçукран та хăраса тăмĕ.
Çапла, вăл унчченех пĕлнĕ-ха: кирек мĕнле йытă çыртсан та, урасран сыхланмалли укол тăваççĕ. Анчах ĕç-пуç каплах пăтрашăнса каять тесе шутламан.
Медпункта çитсен, Римма хййĕн çутă платйи çийĕнчен чăлт-шурă халат тăхăнчĕ.
— Ну, Шангин юлташ, хăш тĕлте сирĕн суранăр? — пĕр-пĕр тухтăртан та витĕмлĕрех ыйтрĕ вăл. — Хывăнăр.
— Хывăнсах-и? — ачалла шиклененçи пулчĕ çамрăк агроном. — Сестра юлташ... Хушаматăра пĕлместĕп те... Римма юлташ...
— Ан манăр, пирĕн васкамалла, — каллех пĕр кулмасăр асăрхаттарчĕ медсестра. — Сирĕн вырăнта эпĕ шӳт тума тăхтанă пулăттăм.
— Ĕнтĕ макăрас-им-ха манăн? — юриех питне-куçне пĕркелентерчĕ Микулай, хăй вара ыйтрĕ: — Калăр-ха, сестра юлташ, йытă çыртсан этем мĕн вăхăтран урать?
Римма пĕчĕкçĕ çаврашка тутине чăп çыртса лартрĕ. Çилленмеллипех çилленчĕ пулас.
— Каçарăр — терĕ Микулай, — кулса мар, чăнласа ыйтатăп. Эпĕ халех урма тытăннă пек туятăп хама. Ара, тин çеç, эсир правление пырса кĕриччен кăна-ха, пĕр инкене кĕç-вĕç туласа тăкаттăм.
Тӳсеймерĕ Римма, йăл кулчĕ.
— Куртăм — терĕ вăл — сире ылханса, çав инке урам тăршшĕпех çуйхашса кайрĕ. Ну, агроном юлташ, пирĕн сăмах-юмах çаптарса ларма вăхăт çук. Хăвăртрах çаврăнкалăр.
Микулайăн чавсаран çӳлерехри суранне пăхсан, медсестра пуçне пăркаларĕ.
— Халех тухтăра кăтартмалла. Тата ăçта?
— Чĕркуççи тĕлĕнче... Эй, унта чĕрне йĕрĕсем çеç!..
— Пурпĕрех... Ун пек чухне те укол тăваççĕ.
— Пĕтрĕ пуç!..
— Хăвăр айăплă. Кăнтăр кунĕнчех çын арăмĕ патне ан çӳрĕр...
Микулай хыçсăр пукан çине лаках кайса ларчĕ.
— Римма! — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ вăл. — Эсир те апла шухăшлатăр-и? Усал сас-хура сирĕн хăлхăра та пырса çитнĕ?.. Эсир... Эсир ĕненетĕр?
— Ĕненмĕттĕм, йĕрĕ куç умĕнчех, — терĕ медсестра, Микулайăн çара чĕркуççине пĕчĕкçĕ аллипе тыткаласа. — Акă вăл йĕрĕ, акă. Йытă чĕрни хăварнă йĕр. Шутка мар кунта. Пуçтарăнăр. Хулана çитмелле. Хăвăртрах.
Çапла Микулайшăн инкек çине синкек килсе тухрĕ. Йĕпе çине сапа.
Анчах Римма тем пек васкатрĕ пулин те, çамрăк агрономăн ăна урамра самай кĕтме тиврĕ. Мĕншĕнне Микулай кĕçех ăнланчĕ, Римма, çутă платйине хывса, халь авă хура юбкăпа сарă кофта тăхăннă. Сулахай алă хурси урлă плащпа «хĕрлĕ хĕрес» сумкине уртса янă, пуçне чечеклĕ тутăр çыхнă. «Медпунктрах выртса тăрать-шим? — шухăшларĕ Микулай. — Е çипуçне сыхлăха кунта тытать. Паçăрхи çутă платйине «дипломатиллĕ тĕлпулу» валли çеç тăхăннă пулас. Тирпейлĕ хĕр. Епле-ха Микулай ăна халиччен курман? Хăш ялсем-ши вăл?»
«Маяк» колхозра пурĕ тăватă Çавалкас: Анатри Çавалкас, Мăн Çавалкас, Тури Çавалкас, Чиркӳллĕ Çавалкас. Малтанхи виççĕшĕ — Çавалăн сылтăм енче, юлашки вара сулахай енче вырнаçнă. Бригадăсен хисепĕ Çавал хĕррипе анатран тăвалла улăхса пырать: пĕрремĕш бригада, иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш.
Çамрăк агроном çак тăватă ялта питĕ сахал çынна паллать-ха. Виçĕмçул пĕлнисене те хăшне-пĕрне маннă. Ку таврара Римма пек «экземплярсем» те пур иккен. Пĕвĕ пĕчĕкçĕ мар унăн. Микулая шăп хулпуççи таран, анчах хăй йăвачă пек чăп-чăмăркка курăнать. Пичĕ-куçĕ çаврака, тути çаврака, сăмси çаврака, кăкăрĕсем çаврака, пĕчĕкçĕ хăлхисем те, «рожки» пек, вăр-çаврашка. Ара, леш, суту-илӳ çыннисем калашле, «макарон изделийĕ». Паçăр Римма колхоз правленине тутăрсăр пынăччĕ. Микулай хĕрĕн хăлхине ун чухнех асăрхарĕ. «Техĕмлĕ çимĕç», — хăй ăссĕн кулса илет каччă.
— Астăвăр, пит ан пăхăр, куçăра пăсатăр, — терĕ хĕр, хăйне каччă сăнаса тăнине сиссе.
— Хитре чечек çине пăхнипе нихçан та куç пăсăлмасть, — кăмăллăн хуравларĕ Микулай. — Пăсăк куç тесен, вăл вара чăн та тӳрленме пултарать.
— Ан кулăр-ха ун пекех, — вăтананçи пулчĕ Римма. — Сирĕн пĕрехмай тăрăхласси.
Вĕсене ĕнтĕ правлени умĕнче çăмăл «ГАЗ-69» машина кĕтетчĕ. Крыльцана Сармаев тухса тăнă. Шарламасть. Сăнĕ кăмăлсăр. Крыльца айккинчен Хветуç инкен тутăр çыхнă пуçĕ курăнать. Хветуç инке — клубпа правленири техничка, хуралçă, ялти «çыхăну кантурĕ». Вăл килекене-пĕрне кĕтсе илет, каякана-пĕрне ăсатать. Ывăнасси-ĕшенесси çук. Уçă чӳречере Иван Трофимовичăн яка пуçĕ çуталать. Агрономпа медсестра çывхарса килнĕçем çутă пуç йăпăртах шалалла кĕрсе пытанчĕ. Газикран кăшт аяккарахра ытти çынсем пăчпач тăраççĕ. Ытла çывăха пыма именеççĕ пулас.
Вĕсен куçĕ умĕнче Микулай хăйне аван мар туять. Пурте сăнаççĕ. Акă вĕсен йытă туланă агрономĕ имĕш. Маттур, каласси те çук!..
Римма ăна шоферпа юнашар лартасшăнччĕ.
— Çук, — терĕ каччă, — хĕрупраçа чыс та хисеп, — юриех вашаватлăн пуç тайса, вăл машинăн малти алăкне уçрĕ те Риммăна ларма сĕнчĕ. «Хăвăртрах тухса вĕçтересчĕ, çын куçĕнчен çухаласчĕ!»
Çап-çамрăк шофер Ванька Черкалов газика вырăнтан хускатса ярсан, Микулай хулпуççийĕ çинчен арман чулĕ йăванса аннă пекех туйăнчĕ.
Вĕсем Аслă урампа уялла тухрĕç. Кĕçех Анатри Çавалкас витĕр те кĕрлеттерсе иртрĕç. Хулана каякан яка шоссе пуçланчĕ. Сылтăмра — парка туналаннă ыраш калчи, сулахайра — тин çеç шăтса тухнă тулă калчи. Машинăна çурхи уçă çил варкăша-варкăша кĕрет. Чуна сиплекен ырă сывлăш.
Шангин шухăшлать: акă колхоз уй-хирĕ. Ешерекен уй-хир. Анчах халлĕхе кунта çамрăк агроном йĕп тăршшĕ калча та çитĕнтермен-ха. Ун вырăнне?.. Ун вырăнне вăл темĕнле пăтранчăк авăра шалтан шаларах, тарăнран тарăнрах путса пырать. Хăйĕн дневникĕнче питлесе çырнă «кулленхи ĕçсен юшкăнĕ» те мар-ха ку, хăрушăрах лачака. Халĕ, ак, ăна «урасран сиплеме» машинăпах тухтăр патне лартса каяççĕ. Медсестра хуралçă пек сыхласа пырать. Институтра чухне Микулай ĕçе çавнашкал пуçăнма ĕмĕтленнĕ-ши? Çук!
Чăн та, питĕ тĕлĕнмелле пулса тухрĕ. Кулăшла. Микулайăн ĕмĕчĕ ир-каç мĕн чухлĕ хăватлăрах çунатланать кулленхи ĕç-пуç ăна çавăн чухлĕ хытăрах килсе çапать. Çуната хуçса пăрахасла. Куç умĕнче вара усал тĕлĕкри пек киревсĕр сăнсем: йытă çăварĕ, Ăçтиçук-Таçук куçĕнче улшăнса тăракан пĕр пуслăх та икĕ пуслăх пăхăр укçасем...
Хăрама нимĕнрен те хăрамасть-ха Микулай. Вăл хăй айăплă маррине пĕлет. Вăл ырă ĕç тăвас тенĕ. Хадаровсем патне уçă кăмăлпа, уçă чунпа пырса кĕнĕ. Уçă чуншăн пур алăк та уçă пулма кирлĕ тесе шутланă. Анчах çынсем ăнланмаççĕ. Çынсем çак ĕçĕн усал енне кăна кураççĕ. «Кăнтăр кунĕнче ют арăм патне...». Ку шухăш ун пуçĕнне те пулман.
Пĕрре, çуллахи каникула таврăнсан, тем пирки-çке Микулай ашшĕ асăрхаттарнăччĕ: «Суя çĕр çулпа чупать, чăнни пĕр çулпа утать», — тенĕччĕ. Суяпа элекрен хăрамĕччĕ Микулай. Ăна пĕр япала çеç пăшăрхантарать ним çук çĕртен намăс курса çӳремелле. Кашни тĕл пулакан çынна эпĕ таса, эпĕ айăпсăр тесе ăнлантараймăн. Çĕр çулпа чупакан суя çавăнпа хăрушă та ĕнтĕ.
Микулай шофер ĕнси çине тинкерсе пăхать. «Çак Ванька Черкаловăн ăраскалĕ, ахăртнех, манăнни пек мар-тăр. Ахăртнех, унăн пурнăçĕ, хăй тытса пыракан машина евĕр, асфальт сарнă шоссе çулĕпе малтан малалла пĕр тикĕс ыткăнать. Вăл — çамрăк та хитре каччă. Хĕрсем юратмалла ăна».
«Канадская полька»... Çапла калатчĕç пулас ку модăна. Ванька Черкалов хăйĕн хура çӳçне питĕ тикĕс кастарнă, тăнлав тĕлĕнчи çӳçĕ вара уйрăмах тикĕс — унашкал тĕрĕс виçкĕтеслĕхе нимĕнле геометрире те шыраса тупаймăн. Паллах, хула парикмахĕрĕсем тăрăшнă. «Хула культури» яла чи малтан çӳçпуç та çи-пуç енĕпе вăйлăрах «сăрхăнса кĕни» сисĕнет. Черкалов модăран юласшăн мар. Ăçтан юлтăр-ха вăл, унăн машина...
Те ялан пуçлăхсене «ямшăк чуптарнипе», те урăх сăлтавпа Ванька Черкалов хăйне питĕ мăнаçлă тыткалать. Çынпа калаçнă чух нихçан та çăварне уçмасть, кашни сăмахне, тен, мăскалпа виçсе кăларать. Тумланасса хулари шукăль каччăсенчен пĕр шит те юлмасть. Анчах кĕреш юмана та шĕкĕ кăшлать тенĕ пек, Ванька Черкаловăн та хăйĕн хуйхи-суйхи пур-тăр çав.
Микулай сисет: шукăль шофер лăпкă мар, ăна хăйпе юнашар ларакан чипер хĕр канăç памасть. Тен, кунта чăн-чăн юрату кăварĕ тĕлкĕшет?! Машинăна тем пек тимлĕ тытса пырсан та, Ванька Черкалов хĕр çине тек-текех куç хӳрипе пăха-пăха илет. Унăн яка пичĕ пĕрре пăчăр-пăчăр хĕрелет, тепре шуралать. Хĕрĕ вара çавна кăшт та асăрхамасть.
Тĕрĕссипе, Римма хăйне Черкалов умĕнче лешĕнчен те мăнаçлăрах тытать. Пăхăсăн, ялти медсестра мар, столицăран килнĕ пĕр-пĕр чаплă тухтăр. Пыр та калаç пирĕнпе!..
Çакна хыçалтан сăнаса ларма питĕ ансат. Хăв ăссĕн йĕкĕлте, тăрăхла, кул. Анчах сана та, Микулай тусăм, ыттисем сăнаççĕ-çке. Шофер умĕнчи пĕчĕкçĕ тĕкĕр çинче эсĕ час-часах е Черкалов куçне, е Римма куçне тĕл пулатăн. Çапла, сана куçран вĕçертмеççĕ. Самантлăха та.
Вара мĕнле пурăнмалла-ха капла?.. Çук, йывăр шухăша парăнмалла мар! Çирĕм тăватă çултах ватăлса ларас-и-ха? Çук, çук!.. Ватă çыннăн ват хăмпи шăтать, теççĕ. Çавăнпа ватă çынна пур япала та йӳçĕ пек туйăнать. Пирĕн чĕрере халлĕхе вĕри юн вылять. Пуçра — çутă ĕмĕт. Микулай сасартăк хăйне питĕ çăмăл туйса илчĕ. Унăн ачалла алхасас та ашкăнас, юрлас та ташлас килсе кайрĕ. «Ухмаха ерместĕп-и эпĕ?! — иккĕленчĕ хăй çав вăхăтрах. — Эй, ним те мар!» Унăн пуçне çавраçил пек ташă такмакĕ килсе кĕчĕ.
— Айта, Ванькка, яра пар, ярапине пире пар! — терĕ вăл урипе тăпăртаттарса.
Римма вăртах каялла çаврăнса пăхрĕ. Унăн ахаль те çаврашка куçĕсем тата ытларах çаврашкаланчĕç.
— Юрамасть, — мӳмлесе илчĕ Черкалов, çăварне уçмасăрах. — Виçине пĕлмелле, — пуçне вăл спидометр еннелле сĕлтрĕ, унтан хушса хучĕ: — Васкакан вакка сикнĕ, теççĕ.
Сармаевăн юратнă сăмахĕ. Шофер ăна хăйĕнни пекех çавăрттарса каларĕ. Анчах Микулайшăн кунта мĕнле сутмалли юмах тупсăмĕ тупăнчĕ. «Васкакан вакка сикнĕ...» Сармаев пурне те çавнашкал ăс парать. Ан васка имĕш. Ку сăмах ĕнтĕ колхозра нумай çыннăн чунне те юнне витнĕ. «Хуçине кура — тарçи, тарçине кура — лаши», — тенĕ ĕлĕк ваттисем. Сармаевăн «ямшăкĕ», Черкалов шофер, чи малтан «хуçи» сăмахне асра тытать. Акă ăçта вăл «Сармаев инерцийĕ», унăн сӳрĕклĕхĕпе мăранлăхĕ! Пур ĕçре те çавнашкал.
Этем шурлăх урлă каçнă чухне тыллапуççи çине пусса пырать. Пĕр тыллапуççи çинчен теприн çине сикет. Мĕн чухлĕ хăвăртрах сикет, çавăн чухлĕ шанчăклăрах малалла каять. Сăмахран, пĕр тыллапуççи çинче кăшт ытларах чарăнса тăтăн, сан уру çав самантрах путма тытăнать. Çапла, шурлăх урлă каçма пулать, анчах ăнăçлă каçасси чи малтан этем вăр-вар утнинчен килет. «Маяк» колхозри ĕç-пуç, тен, унашкалах мар, çапах та кунта темскер пĕр евĕрли пур... Кам пĕлет, çамрăк агроном, тен, каллех ытлашши васкавлă выводсем тăвать?!.
«ГАЗ-69» машинăпа ларса пыракан виçĕ çамрăк çын хулана çитиччен тек виçĕ сăмах та чĕнмерĕ.
Больницăра Микулая вăтам çулсенчи хĕрарăм врач йышăнчĕ. Чи малтанах вăл Риммăна хăтăрса тăкрĕ.
— Ĕнерех килмелле пулнă, — терĕ врач. - Йĕркине мантăн-им?
— Манман-ха, — мăкăнь чечекĕ пек хĕрелсе кайрĕ Римма. — Ара, ку инкек çинчен хам та паян çеç пĕлтĕм-çке.
«Ăçтиçук-Таçук чан çапнинчен», — хăй ăссĕн кулса илчĕ Микулай.
— Пĕр çирĕм-вăтăр кунлăха больницăна хума лекет, — терĕ врач Шангинăн суранĕсене пăхнă хыççăн. — Тĕрĕслемелле, сăнамалла, анализсем тумалла.
— Аплах-и вара? — шикленмеллипех шикленчĕ Микулай. — Эпĕ...
Унăн сехри хăпнине врач лайăх сисрĕ. Кулкаласа, пуçне пăркаларĕ: сыхланарах çӳремеллеччĕ имĕш.
— Римма, эс Ферми вакцинипе инъекци тума пĕлетĕн-и? — ыйтрĕ врач медсестраран.
— Пĕлетĕп, — терĕ Римма, — пĕлтĕр çулла саккăрмĕш класри шкул ачине йытă çыртсан, хамах сиплерĕм-иç?
— Епле-ха сирĕн ялта йытăсем çав териех усал? — тĕлĕнчĕ врач. — Çыртаççĕ те çыртаççĕ.
— Усалтарах çав, — килĕшрĕ Римма. — Эп хам урăх ялтан та... Тури Çавалкасран...
— Колхозĕ пĕрех, — аллине сулчĕ врач. — Ку юлташа мĕнле йытă çыртнă, пĕр-пĕр урнăскер мар-и?
— Ырă çын йыттиех, — питĕ пăшăрханса хуравларĕ Римма. — Сăнчăрти йытă...
Юрать-ха, Римма чĕлхине ирĕке ямарĕ. Çавăншăн Микулай ăна хăйĕн ăшĕнче тав турĕ. Паçăр медпунктри пек сӳпĕлтетме тытăннă пулсан, пĕтрĕ пуç! Тухса тармалли кăна юлатчĕ.
— Ну, Римма тусăм, кăтарт, эппин, пултарулăхна, — терĕ врач. — Хăвах сиплеме килĕшсен, юлташа больницăна хумăпăр.
Врач кабинетне шурă халат тăхăннă хĕрсем сисмесĕрех пиллĕкĕн-улттăн пухăнчĕç. Пурте Шангин çине тĕлĕнсе пăхаççĕ. Римма калашле, «чэ-пэ»!
Хĕрарăм врач рецепт çырчĕ те хăй патĕнче ĕçлекен сестрапа Риммăна аптекăна çитсе килме хушрĕ.
— Ферми вакцини пулмасан, Филипс препаратне илĕр, — терĕ вăл.
Микулайшăн чăнласах темĕнле трагикомеди пуçланчĕ. «Тепле намăс пулсан та, тӳс ĕнтĕ, Шангин юлташ, чăт!» — хăйне хăй йĕкĕлтет вăл.
Сестрасем аптекăран таврăнасса Микулайăн чылаях кĕтмелле пулчĕ. Хĕрарăм врач ăна тĕрлĕрен шӳтлĕ сăмах-юмахпа йăпатма хăтланчĕ, хăй çав вăхăтра Николай Степанович Шангинăн «Чир историне» çырса пычĕ: хăçан тата ăçта çуралнă, арçын-и е хĕрарăм, мĕнле халăхран, халиччен мĕнле чирсене тӳссе ирттернĕ, сăра-эрех ĕçет-и, ĕçмест-и, ĕçсен мĕн чухлĕ ĕçет тата ыт. те.
Унтан сипленĕ хушăра Шангинăн хăйне мĕнле тытмаллмне тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса пачĕ врач.
— Антирабика прививкисем тунă вăхăтра çирĕп режим кирлĕ — терĕ вăл лектор сассипе. — Укола кашни кун çӳремелле. Çирĕм-вăтăр кун хушши. Эрнере пĕрре больницана килсе каятăр. Врач патне. Сурансем хĕрелме е пӳрленме тытăнсан, эрне çитиччен те кĕтсе тăмастăр. Сестрапа пĕрле тӳрех кунта вĕçтеретĕр. Ултă уйăх çăвара эрех-сăра сыпма юрамасть. Тумлам та! Йăлтах манмалла. Шăнса пăсăласран е ытлашши вĕрирен хытă сыхланмалла. Витаминлă апатсем ытларах çийĕр.
«Мĕн курчĕ-ши ĕнтĕ мăнтарăн Кĕтерук кинеми пĕçернĕ серте яшки? — хăй ăссĕн пăшăрханса илчĕ Микулай. — Канăçсăр чун... Ирех тăрса вăрмана чупнă. Юри ман валли».
Врач ăна чĕмсĕр мемме вырăнне ан хутăр тесе, Шангин мĕн те пулин сăмах хушма тарăшрĕ.
— Ман шутпа, — терĕ вăл, — серте яшки чи лайăх витаминлă апат.
— Аптрамасть, — йăл кулса илчĕ врач. — Эсир шӳт тума юрататăр иккен.
— Макăрса ярасран юрать ĕнтĕ...
— Макăрма кирлĕ мар, — врач самантлăха кабинетран тухрĕ. Больницăри сестрапа Римма аптекăран таврăнчĕç. Микулайăн каллех кĕпипе майкине хывмалла пулчĕ. Темшĕн хăй кăшт çӳçеннĕ пек туйрĕ. Врач кĕнĕ тĕле сестрапа Римма шприцпа йĕпписене вĕретме электроплитка çине лартрĕç.
— Ферми е Филипс? — ыйтрĕ врач алăкранах.
— Ик тĕрлине те илтĕмĕр, — харăссăн хуравларĕç сестрасем.
— Пире пĕри çеç кирлĕ, — терĕ врач. — Пултăр эппин Ферми.
Те хырамĕ выçнипе, те пăлханнипе Шангин пуçĕ çаврăннине сисрĕ. Тата эмел шăршине те хăнăхман. Анчах вăл епле пулсан та хăйне хăй çирĕп тытма тăрăшрĕ. «Ан ман, юлташ, эсĕ арçын! Каччă! Аттуш хĕрсем умĕнче намăс курма пултаратăн».
Вакцинăна хырăм тирĕ айĕнчи ӳте ямалла. Кăвапаран кăшт аяккарах. Врач Микулайăн хырăмне вăрăм пӳрнисемпе хыпашлать, хăш тĕлтен укол тумаллине шĕвĕр пӳрнипе пусса кăтартать.
Шангин куçĕпе сăнать. Акă, Римма аллинче шприц.
Шĕветнĕ вакцинăна Римма шприц ăшне тултарать, Микулайăн хырăм тирне спиртпа сăтăрать, шприца çӳлеллле тытса, унти шĕвеке темиçе тумлам сирпĕтет. Çаксене йăлтах асăрхаса юлать Микулай. «Кăвапа тĕтĕлĕнче си-ивĕ! — тет вăл хăй ăссĕн. — Ырă!»
Кĕçех такам ăна лĕпкерен тукмакпа тӳнклеттернĕн туйăнать. Пĕтĕм юн пуç патнелле вĕресе хăпарать. Çăварĕнче тутăхнă тимĕр тути каласа каять. Таçтан Шĕшлĕ Çеменĕн йĕкĕлте сăмахĕ аса килет: «Тимĕр-тăмăр анчах...»
Микулай хăлхине темĕнле питĕ кĕске сăмах илтĕнет:
— Шок...
Ку сăмаха хĕрарăм врач каларĕ пулас.
«Шок!» — йывăç тукмак тӳнклетсе ӳкнĕ сасă. Ку сăмах мĕне пĕлтернине çамрăк агроном кăшт чухлать-ха: тĕп нерва системине хаяр эмел е йывăç япала пырса çапнипе çавнашкал пулма пултарать. Тӳсмелле, чăтмалла! Эсĕ спортсмен...
Çук, Микулай ăнран каймасть, хал пĕтсе килнине çеç туять. Икĕ сестра варач ăна, икĕ хулĕнчен çавăтса, шурă çитти сарнă кутник çине пырса вырттараççĕ.
«Шок, шок, шок!» — такам çине-çинех тӳнклеттерет Микулая лĕпкерен. Хăйĕн чĕри çавăн пек шаккать пулас. Микулай шухăшлать: «Эх, герой, йĕппе чикнине те тӳсейместĕн. Çав кирлĕ, йытăсемпе тытăçса ан çӳре!»
Кун пек чухне пĕр самантрах куç умне тем тĕрлĕ сăнлăх та килсе капланать. Пĕтĕм пурнăç. Виçĕмçулхи çуркунне. Шупашкар автовокзалĕ. Шура Шугаева практикăна ăсатать. Шура урине сĕлтĕшлĕ юр ăшне чиксе кăларнă та, вĕсем, Микулайпа иккĕшĕ, хĕвел çинче ăшăнса лараççĕ. Капрон чăлха тăхăннă хĕр урине Микулай икĕ аллипе пăчăртать...
Вĕçĕмсĕр кинолента... Пĕр сăнлăх çухалать, тепри тухать. Акă, тулă калчи... Йĕп пек çинçе. Миллион йĕп... Çав йĕплĕ хир тăрăх Нина утать... Çара уран... Ун хыççăн Ăçтиçук-Таçук талкăшса пырать. Унăн куçĕнчен пĕр пуслăх та ик пуслăх пăхăр укçасем сирпĕнеççĕ... Кĕçех лилипутсен королĕ сиксе тухать: «Пакăлтатмалла мар, пĕр пучах вырăнне ик пучах ӳстермелле!» Микулай хирĕç калать: «Эпир лилипутсем мар, эпир — УлăпсемЙ..»
Нивушлĕ Микулай чăнласах тăнне çухатрĕ-ши? Çук, çук!.. Вăл кĕретĕнех курать: акă, ун умĕнче хĕрарăм врач, врачпа юнашар Римма, больницăри медсестра. Сарлака сăн-питлĕ хĕрарăм врач Микулайăн сулахай аллине тытнă — юн тымарне тĕрĕслет. Микулай пурне те лайăх курать. Риммăн вăр-çаврака питне, шурă маччара хĕвел шевли вылянине. Риммăн çаврака куçĕсем тата ытларах çавракаланнă. Тен, пĕтĕм уйрăмлăх та çавă çеç...
— Мĕн пулчĕ сире? — сехĕрленнĕн ыйтрĕ Римма. — Мĕн пулчĕ, Шангин юлташ?..
— Нимех те мар, — йăвашшăн кулса илет Шангин. — Сывă организм эмел таврашне юратмасть. Урăх мĕн пултăр? Эпĕ ăшăма ĕмĕрте пĕр тумлам эмел ярса курман.
— Тĕрĕс, — терĕ хĕрарăм врач, — сывă организм эмел йышăнасшăн мар.
Анчах Микулая намăс. Хал çукрах пулин те, вăл йăпăр-япăр тăрать, тумланать, врачăн юлашки канашĕсене тимлесе итлет, унтан коридоралла тухать. Кĕçех ăна Римма хуса çитет.
— Хаяркина, тăхта-ха, Хаяркина! — илтĕнет хыçалтан хĕрарăм врач сасси.
Римма каялла таврăнать.
«Хаяркина, — хăй ăссĕн кулса илет Микулай. — Кам вара вăл? Нивушлĕ Римма? Кулăшла хушамат.»
Урамра кĕтсе йăлăхнă Ванька Черкалов хăй машини тавра çаврăнкаласа çӳретчĕ. Шангина асăрхасан, вăл, питĕ тĕлĕнсе, кăна пăхрĕ. «Сăн-питĕмре мĕн те пулин палăрать-шим?» — шухăшларĕ Шангин.
Римма ытла нумаях кĕттермерĕ. Вĕсем хулара урăх тытăнса тăмарĕç, тӳрех ялалла тухса вĕçтерчĕç. Паçăрхи пекех Римма шоферпа юнашар ларать, Микулай — хыçалта. Пăлханни, сехĕрленни, пуç çаврăнни унăн йăлтах иртрĕ. Çурхи çил питĕ аван уçăлтарать. Микулай ĕнтĕ хăйĕнчен хăй тăрăхласа кулма та хатĕр. Кăкăрĕнче каллех — вылянчăк кăмăл, пуçĕнче — вылянчăк шухăш.
— Хаяркина, — терĕ Шангин кăшт çеç илтĕнмелле. — Кам вăл Хаяркина?
— Ман хушамат вăл, — куç хӳрипе хыçалалла пăхса илчĕ Римма. — Вара мĕн-ха?
— Хитре хушамат.
— Кулас марччĕ.
— Кулса мар. Чăн та, питĕ янравлă хушамат — Хаяркнна! Ăçтан тупнă эсир ăна?
— Пĕлместĕп. Анчах хаяр çын пирĕн йăхра та пулман. Сирĕн хушаматăр акă — Шангин.
— Пирĕн йăхра ĕмĕртен ырхан çынсем пулнă. Асаттене Хăрăк Шанкă Хĕлипĕ тесе чĕннĕ, аттене Шанкă Çтаппанĕ тенĕ, мана хама та шкулта: «Хăрăк шанкă, тикĕт пуç», — тесе витлетчĕç. — Ытла хăрăккиех курăнмасть-ха! — кулса илчĕ Римма.
— Епле хăрăк мар, йĕппе чикнипех кайса ӳкрĕм те. Ак сана — хăрăк мар...
— Вăл малтанхи укол, кайран хăнăхатăр.
— Тавтапуç ырă сăмахăршăн, Хаяркина юлташ. Çамрăк кăмăл мамăк пек çăмăл тесе ахаль каламан çав. Микулайпа Риммăн пĕр-пĕринчен ютшăнасси йăлтах иртрĕ. Калăн, машинăра тахçанхи туссем ларса пыраççĕ. Хайхи кунта шофер та сăмах чĕнмесĕр юлмарĕ.
— Пирĕн чăн-чăн хушамат Зеркалов, — терĕ вăл.
— Ăçтан-ха вара Черкалов сиксе тухнă? — кăсăклансах ыйтрĕ Микулай. — Зеркалов — Черкалов...
Çамрăк шофер мăнаçлăхне манчĕ те хăй хушамачĕн «историне» хĕреле-хĕреле каласа кăтартрĕ. Ванька «ашшĕн аслашшĕн ашшĕ» ĕлĕк-авал çирĕм пилĕк çул салтакра çӳренĕ иккен. Салтакран вăл пĕчĕкçĕ çаврака тĕкĕр илсе таврăннă. «Черккăл» тенĕ вăл ăна. Ялта ун чухне тĕкĕр таврашне пуянсем кăна туянма пултарнă. Ватă салтакăн «черккăлне» курма вара мĕнпур пускил пырса çӳренĕ. «Черккăлĕ» хăй те ку ахаль йышши пулман имĕш, «куç пăваканни» пулнă. Вăхăт-вăхăт ун çаврашкинче ытарма çук чипер пике курăннă пулать. Кам пĕлет ăна, те тĕрĕс, те тĕрĕс мар, ватă салтакне хăйне ĕмĕрлĕхех «Черккăл Çĕпрукĕ» тесе ят панă.
— А мĕн, килĕшмест-им сана? — кăшт йĕпленĕ пекрех ыйтрĕ Микулай. — Черкалов! Питĕ хитре, таврара çук хушамат!
— Аптрамасть ĕнтĕ, — килĕшрĕ шофер. — Çапах та Зеркалов вăйлăрах янăрать.
«Ха эс, чип-чипер йĕкĕт иккен Черкалов, — шухăшларĕ агроном. — Мăнаçлăхĕ те çук-тăр унăн. Вăл Риммăна юратать, вăтанать хĕр умĕнче, çавăнпа хăйне чĕмсĕртерех тытать. Вĕсем, Риммăпа иккешĕ те, комсомолецсем пулма кирлĕ. Апла вĕсемпе Нина Ювашевăна комсомолтан епле кăларни çинчен те калаçса пăхма пулать. Анчах паян мар, çак самантра мар. Ах, Нина, Нина, мĕскĕн чун. Сан чĕрӳ епле çуннине вăхăтра туйса илеймерĕм... Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв... Çак самантра мĕн тăватăн-ши эс? Мĕн шухăшлатăн-ши? Мĕнле вутра çунатăн-ши?»
Сăмах-юмахпа, ĕмĕт-шухăшпа вахăт иртни те сисĕнмерĕ. Виçĕ çамрăк çын çапла çывăххăнах паллашрĕç. Анчах Микулайшăн çав кунхине татах тепĕр инкек тупăнчĕ иккен. Ăçтиçук-Таçук паçăр правленире кăларнă асар-писер çил-тăвăл та, больницăра тунă пĕрремĕш укол та, çĕнĕрен килсе йăтăннă чун асапĕпе танлаштарсан, ача вăййи кăна.
«ГАЗ-69» машина правлени умне çитсе чарăннă тĕле унта, чĕнтĕрлĕ крыльцара, Микулая Хветуç инке кĕтсе тăратчĕ. Çамрăк агронома курсан, Хветуç инке çăмарта тума пуçтарăннă чăхран та хытăрах кăтиклетме тытăнчĕ:
— Микулай Çтаппанчă, — терĕ вăл, машина патнелле ыткăнса, — сана Кариньков чĕнет. Кариньков, Кариньков... Халех, халех. Паçăртанпах кĕтет. Халех чуп клуба. Питĕ тарăхнă хăй. Мана шалт ятласа пĕтерчĕ. Ай-тур-тур!.. Аçа çаптăр!..
Микулайăн çăварĕнче каллех тутăхнă тимĕр тути каланăн туйăнчĕ. Çакăнпа пĕрлех Римма больницăра ăнсăртран персе янă сăмах та аса килчĕ ăна: «Ырă çын йыттиех çыртнă...» Ара, ырă çын йытти çыртнă çав...
16
Клубалла утнăçем Шангин хăйне хăй хытарса пычĕ: «Çук, çук, нимĕнле туйăма та парăнмалла мар, вĕриленмелле мар, картран вĕçерĕнмелле мар, чĕрене — кăкăр читлĕхĕнче, чĕлхене шăл айĕнче тытмалла. Кашни сăмаха шухăшласа каламалла. Ан ман, Микулай, асту: ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламан».
Кун каçа ывăнни-ĕшенни самантрах таçта кайса кĕчĕ. Микулай хăйне темĕнле çапăçăва тухас умĕнхи пек туйса илчĕ. Паллах, ахальтен чĕнтермест Кариньков. Усал сас-хура ун патне те çитнĕ ĕнтĕ. Мĕнех вара, тĕрĕслĕхшĕн вĕçне çитиех тăмалла. Çурма çултан çурăм кăтартасси — пирĕн йăла мар.
Клуб пуçлăхĕн кабинетне каçалахи хĕвĕл çаврăнса кĕнипе кунта халь ĕнерхинчен чылай çутăрах. Кариньков хăй каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет. Ахăртнех, кĕте-кĕте чăтăмĕ пĕтнĕ. Шултра та вăрăм çӳçĕ çил тустарнă пек сапаланнă. Милкемес çӳçпуç. Ĕнер апла марччĕ.
Тен, вăл паян шăматкун ячĕпе мунча кĕме ĕлкĕрнĕ. Таса çӳçпуç çавнашкал сапаланать.
«Хăй мунча кĕнĕ те халь мана тип мунча кĕртесшĕн, — шухăшларĕ Микулай. — Атя, ăшшине хытăрах пар эппин!»
Микулайпа пĕрле кабинета Хветуç инке те кĕнĕччĕ. Кариньков чи малтан инкене «команда» пачĕ.
— Чуп, Георгий Хадарова чĕнсе кил, — терĕ вăл. — Халех!
Хветуç инке, чăх евĕр кăтикле-кăтикле, хăвăрт тухса кайрĕ.
— Чуп та чуп. Такăнса ӳкес-им? Вунçич çулти мар текех. Хам та мунча хутас тенĕччĕ. Сывлăш çавăрма та памаççĕ.
Кариньков Шангина тин çеç асăрханçи пулчĕ. Аллине тăсса, шĕвĕр пӳрнипе сĕтел умĕнчи пукан çине тĕллесе кăтартрĕ.
— Ларăр.
Шангин ларчĕ. Шангинăн куçĕсем сĕтел çийĕпе шуса иртрĕç. Сĕтел çине паян сенкер хут мар, шурă хут сарнă. Тен, пĕр-пĕр плакат. Плакачĕн пит енчи хĕрлĕ сăрĕ тĕл-тĕл тӳнтер енче те палăрать. Ĕнерхи пек çаврашка нӳрĕ йĕрсем курăнмаççĕ.
Кариньков пӳлĕм тăрăх тепре утса çаврăнчĕ те сĕтел хушшине пырса ларчĕ.
— Шангин юлташ, — терĕ вăл, сассине хулăнлатса, — эсир — аслă шкулта вĕреннĕ çын...
— Çапла тейĕпĕр, — тутине кăлт чалăштарса кулса илчĕ Микулай.
— Коммунизм строителĕн мораль кодексĕпе çителĕклĕ паллашнă.
— Паллашнă тейĕпĕр.
— Анчах мĕн хăтлантăр-ха эсир?
— Ăнланаймастăп.
— Ăнланаймастăр апла?
— Ăнланаймастăп çав.
— Эсир пирĕн колхоза килсе кĕни виççĕмĕш кун, — Кариньков, хăй вырăнĕнчен тăрса, пӳлĕм тăрăх уткаласа çаврăнчĕ те каллех ларчĕ. — Çак виçĕ кун хушшинче эсир пĕтĕм яла пăлхатса пĕтертĕр. Çанна тавăрса хĕрӳллĕ ĕçе тытăнас чухлĕ халь, акă, больницăсем тăрăх çӳретĕр.
Сасартăках Микулайăн чĕри кăкăр шăммине йывăç мăлатук пек шаккама тытăнчĕ. «Шок» — аса килчĕ ăна больницăри хĕрарăм врач каланă сăмах. «Шок, шок, шок!» — шаккать чĕре. «Хуллен, Шангин юлташ, хуллен, — хăйне хăй пăркăчлать Микулай. — Чăт, шăлна çырт! Тимĕр пул! Хурçă пул!»
Шангин пĕр чĕнмесĕр Кариньков куçĕнчен тинкерсе пăхрĕ. Пулать те иккен куç — кăвак та мар, хăмăр та мар, тĕссĕр кĕленче, пăр катăкĕ.
— Чĕнместĕр? — йĕкĕлтесе ыйтрĕ Кариньков. — Чип-чипер шăкăлтатса пурăнакан тӳлек çемьене килсе пăсрăр та халь чĕнместĕр?..
Чунĕ тăвăнса çитнĕ Микулай хирĕç кăшкăрса тăкас вырăнне ахăлтатса кулса ячĕ.
— Ха-ха-ха! Чип-чипер çемье... Ан-тив, чипер пултăр!.. Эпĕ кунта мĕн айăпа кĕтĕм пулать-ха?
— Эсир айвана персе ан ларăр! — сассине хăпартрĕ Кариньков. — Пире те ухмах тесе ан шутлăр! — Унăн милкемес çӳçĕ-пуçĕ лăстăр-лăстăр силленчĕ. — Мĕн айăпа кĕтĕм?.. Ара, Нина Ювашевăн сăнӳкерчĕкне хам куçăмпа хам куртăм. Сирĕн дипломăр варринче!..
— Ха, тупăннă Шерлок Холмс... Пĕлмен...
— Пĕлмен пулсан — пĕлĕр!..
«Çын сăнӳкерчĕкне асăрханмасăр тыткалани ав мĕнле инкек кӳрет иккен, — хăй ăссĕн шухăшларĕ Шангин. — Анчах...»
Шăп çав вăхăтра Георгий Хадаровпа Хветуç инке килсе кĕчĕç.
— Тата кама чĕнмелле? Тата чĕнмелли пур-и? — чăкăртатса ыйтрĕ инке. — Пĕтĕм ял мунча кĕрет. Пĕр эп анчах...
— Эс кайма пултаратăн, — терĕ ăна Кариньков. — Хорта юрлакансене ыран пурне те вунпĕр сехет тĕлне клуба пухмалла. Çавна ан ман. Паянах пĕлтерсе хур.
— Каллех ялĕпе чупмалла! Каллех, каллех, — кăтиклесе тухса кайрĕ Хветуç инке. — Манăн канмалли кун та çук, канмалли кун та çук. Пĕтĕм ял мунча кĕрет. Пĕр эп анчах...
Пӳлĕмре виççĕн юлчĕç. Сăмах пине çитнĕ пек, вĕсем пĕр хушă шăпăрт та чĕнмерĕç.
«Кариньков хорта юрлакансене пухать, — хăй ăссĕн кулкаларĕ Шангин. — Ялти культурăллă-массăллă ĕçе, докладчиксем каларăш, çӳллĕ пусăма çĕклеме тăрăшать. Шкул ачисем, пирĕн ялта савăнăç çук тесе, кăлăхах ӳпкелешеççĕ. Кăлăхах тапăнаççĕ вĕсем Сармаева. Хор юрлани савăнăç мар-и вара?»
Георгий Хадаров, яланхи пекех, яка тумланнă. «Акăлчан», урăх ним те калаймăн.
— Акă, Шангин юлташ, сире пула айăпсăр çын айăпа кĕчĕ, — терĕ Кариньков, аллипе Георгий çине кăтартса. — Çынна комитетра сӳтсе явма тивет. Унччен — очнăй ставка...
— Тахçанах сӳтсе явмалла, — тĕртсе хучĕ Шангин. — Кая юлса пыратăр.
— Пăрахăр камитленме! — сĕтеле чышкипе кĕрĕслеттерчĕ Кариньков. — Эсир çын картишне сĕмсĕррĕн сĕкĕнсе кĕретĕр. Эсир çын çемйине пăсатăр. Эсир...
— Каçарăр, — пӳлчĕ ăна Шангин, — кам-ха вăл хăй арăмне чĕп-чĕр юн пуличчен хĕнекенни?
— Сире пула! Эсир çынна вут ăшне тĕртетĕр.
— Ха, мана пула? — Микулай ура çине сиксе тăчĕ, анчах сассине хăпартмарĕ. — Мана пула Хадаровсем комсомолкăран чура туса хунă эппин?
— Мĕнле чура? — Шангин патнелле тулкăшса пычĕ Хадаров. — Эп кăтартăп сана чура!
— Чарăнăр! — Кариньков самантрах Микулайпа Георгий хушшине çитсе тăчĕ. — Пасар мар кунта. Нина Ювашева та тахçанах комсомолка мар.
— Пĕлетĕп, — терĕ Шангин лăпкăн та çирĕппĕн. — Эсир Ювашевăна комсомолтан епле кăларнине те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлетĕп. Ултавçăсем!
— Чипертерех калаç, — ĕнтĕ «эсиртен» тӳрех «эсĕ» çине куçрĕ Кариньков. — Пирĕн свидетельсем пур. Ювашева ачине чиркӳре тĕне кĕртнине вĕсем хăйсен куçĕпе курнă.
— Свидетельсенчен пĕри Чиркӳллĕ Çавалкас пупĕ мар-и? — сăмаха шăрпăк евĕр тăрăнтарчĕ Шангин. — Анчах эпир ку ĕçе шанчăклăрах çынсенчен тĕпчесе пĕлнĕ.
— Кам ирĕк панă сана пирĕн решенисене ревизи туса çӳреме? — пĕтĕм сумлăх-курăмлăхне манса, кашкăрма тытăнчĕ Кариньков. — Тупăннă контролер! Ял тăрăх пылчăк пухса çӳретĕн. Пăлхатмăш этем! Элекçĕ эсĕ, ревизионист! Сан пирки халех комсомол комитетĕнче ыйту лартма тивет!
— Тархасшăн, паянах лартăр. Курăпăр вара — кам таса, кам мăй таран пылчăк ăшĕнче тăрать. — Шангин тухса кайма пуçтарăнчĕ. — Халлĕхе Хадаровсен калинккине çеç уçса пăхнă-ха. Эсир мана уншăн та тапăнатăр. Шаларах кĕрсе пăхсан, Хадаровсен йĕплĕ пралук карнă хӳми урлă каçса пăхсан, çав сăпса йăвине турчкапа пăлхатма тытăнсан, вара мĕн калăр-ши эсир?
— Санран тем те кĕтме пулĕ, — терĕ Георгий Хадаров шăрчăкланса. — Эс паян ман аннене, ватă çынна, мĕн каласа кӳрентермен-ши? Халь те чĕрепе аптăраса выртать. Анчах саккун пур. Саккун пирĕн енче!
— Ан тив, хăтлантăр, пуриншĕн те çирĕп ответ тыттаратпăр, — милкемес пуçне каллех лăстăр-лăстар силлерĕ Кариньков. — Тĕлĕнмелле, мĕне вĕреннĕ вăл институтра? Политграмотăна пĕлмест. Конституци мĕн иккенне чухлаймасть. Неприкосновенность личности, личной собственности — уншăн ним те мар.
— Сирĕн пата вĕренме килтĕм те ĕнтĕ, — Шангин çаврăнчĕ те тухса кайрĕ, хыçалтан Кариньков сасси илтĕнсе юлчĕ:
— Тунтикун комитет пухатпăр, тăн кĕртĕпĕр унта!.. Çапла тĕлкĕшсе иртрĕ «Сольвейг» юррипе пуçланнă кун... Мĕн-мĕн кăна тӳсмерĕ-ши паян Микулай?! Çапах та Кариньков умĕнче вăл хăйне çирĕп тытрĕ. Пурнăçра хăвăн пĕр-пĕр кăлтăкна çĕнтерни — чи пысăк çĕнтерӳ, теççĕ. Микулай куншăн савăнать.
Ан тив, чышкă чăмăрласах юнатăр Кариньков: комсомол комитетне пухтăр, Нинăн сăнӳкерчĕкне аса илтĕр, пĕтĕм тĕнче айăпне Шангин çине тиетĕр. Ан тив, «тăн кĕрттĕр» ăна! Милкемес çӳçне-пуçне лăстăр та лăстăр силлетĕр. Шангин хăрамасть. Мăн Çавалкасăн Аслă урамĕпе вăл пуçа чикмесĕр утать. Хадаровсен килĕ тĕлĕнчен те пĕр именмесĕр иртет. Хăй ăссĕн çеç шухăшлать: «Куштан пӳрчĕ урама кутăн...»
Урам тăрăх вара Микулайăн мĕлки таçта çитиех тăсăлать. Кĕç-вĕç анас хĕвел Микулая амăшĕн ăшă аллипе çурăмĕнчен лăпкать.
Унччен те пулмарĕ, Карăк Митраппанĕсен хапхинчен пер хĕрарăм йăпшăнса тухрĕ. Ăçтиçук-Таçук. Карăк Митраппанĕ — Хадаровсен кӳрши. Хайхи Ăçтиçук-Таçук малтан хăйсен килĕ еннелле антăлчĕ, унтан кăшт чарăнса тăчĕ, вара çаврăнчĕ те урампа малалла вĕçтере пачĕ. Хăйсĕнчен пилĕк-ултă кил урлă Шишликовсем пурăнаççĕ. Ара, леш Шĕшлĕ Çеменĕсем. Ăçтиçук-Таçук кĕçех вĕсен картишне кĕрсе çухалчĕ.
«Анне чĕрепе аптăраса выртать», — тенĕччĕ ывăлĕ тин кăна. Ав епле «аптăранă» иккен Ăçтиçук-Таçук! Вăл, йĕкехӳре пек, килĕрен киле йăкăртатать, çамрăк агроном çинчен ирсĕр элек сарать, çынсене хăйне май çавăрать. Куçĕнче хăйĕн пĕр пуслăх та икĕ пуслăх пăхăр укçасем çиçе-çиçе илеççĕ.
Ан тив ĕнтĕ, суя çĕр çулпа çӳретĕр, анчах манма кирлĕ мар, чăнлăх пĕр çулпа утсан та чул хӳмене çĕмĕрет. Пурпĕрех çĕмĕрет!
Паян шăматкун. Хветуç инке калашле, пурте мунча хутаççĕ. Сăмсана кăшт йӳçекрех тĕтĕмпе милĕк шăрши кăтăклать. Хушăран урăх шăршă та кӳлетсе килет. Ялти хăшĕ-пĕрисем «мунча хӳттипе» сăмакун юхтараççĕ. «Аншарли». Пур-ха, пур çавнашкал çынсем. Савăнăç тенине вĕсем черкке-стакан тĕпĕнче кăна шыраççĕ. Шангин хăй ăссĕн каллех Кариньковпа тавлашса илет. «Мораль кодексĕшĕн кĕрешме ак ăçтан тытăнмалла, секретарь юлташ! Чăн-чăн савăнăç ĕçкĕре мар, ĕçре, пултаруллă та хĕрӳллĕ ĕçре».
Микулай пырса кĕнĕ чухне Кĕтерук кинеми сарай умĕнче тĕрмешетчĕ. Ялта халĕ çуркам вутă тупма йывăртарах. Колхоз стройка валли вăрман каснă хыççăн колхозниксене турат-çапă валеçсе парать. Кĕтерук кинемие те çавнашкал вут-шанкă пĕр-икĕ лав тивĕçнĕ. Кинеми халь, авă, йывăр пуртăпа вăраххăн тӳклеттерсе, çапă вуттине кăмака тăршшĕ виçе-виçе сыпăлать. Мăнтарăн, вутă татса паракан та çук-çке сана.
Кинемирен виç утăм аяккарахра темĕнле палламан инке тăрать. Ун çумĕнче ялти ытти инкесенчен уйрăмми нимĕн те çук. Пуçĕнче — кĕтеслетсе çыхнă шурă тутăр, çийĕнче — вĕтĕ чечеклĕ шурă çитсă кĕпе, умĕнче — тĕксĕм кăвак саппун. Чим, ытла палламанниех те мар ку инке. Унăн сăнĕ такама, питĕ çывăх çынна аса илтерет. Хăнара-мĕнре альбом пăхса ларнă чухне çапла вара пĕр-пĕр çыннăн тахçанхи сăнӳкерчĕкне тĕл пулатăн та кам иккенне чылайччен уйăраймастăн. Тăрăхларах таса сăн-пит, анчах самай пĕркеленнĕ. Çаврака, пысăк кăвак куçсем, анчах вĕсем самай шупкалса тĕссĕрленнĕ. «Çавă, чăн та, çавă», — вĕлтлетсе илчĕ Микулай пуçĕнче.
Ун шухăшне сиснĕ пекех, Кĕтерук кинеми те хушса хучĕ:
— Нина амăшĕ ку, ара, Маюк кин.
— Маншăн эппин Маюк аппа пулать, — терĕ Микулай, Нина амăшне алă парса. — Эпĕ — колхоз агрономĕ, Шангин.
— Илтнĕ-ха, илтнĕ, — именнĕн кулса илчĕ Нина амăшĕ. — Эпĕ Кĕтерук аппа патне килсеттĕм. Алхапăл тухса çӳрейместпĕр, юнашар ларса пуплейместпĕр.
Нина амăшĕ, паллах, сăмаха кăшт аяккалла пăрать. Чăн-чăн сăлтавĕ кунта — Кĕтерук кинеми мар, çамрăк агроном. Чи малтан ун патне килнĕ Маюк аппа. Микулай çакна тӳрех сисрĕ. Уншăн каллех темĕнле йывăр «экзамен» пуçланать. Нина ĕнер Лидăран ахаль каласа яман пуль çав: «Пулăшма кирлĕ мар. Хутшăнма кирлĕ мар...»
Ним чĕнме аптăранă Микулай Кĕтерук кинеми аллинчен пуртă илчĕ те çапă вуттине хĕрсех сыпăлама тытăнчĕ. Кач та кач лартать вăл пурттине, хăрăк шанкă шарт та шарт хуçăлать.
— Микулай ывăлăм, — йăвашшăн чĕнет Кĕтерук кинеми, — ан асаплан-ха çав киремет çатракипе. Тулă çăнăхĕнчен çăмах çăрса, серте яшки пĕçернĕччĕ. Кĕтрĕм-кĕтрĕм, килеймерĕн. Нимĕр пулчĕ пуль яшка. Мунча хутнăччĕ, мунча та сивĕнет.
— Ан пăшăрхан, кинеми, — ним пулман пекех йăл кулчĕ Микулай. — Мунча кĕртрĕç мана паян. Вĕлтрен милĕкпех вĕтелерĕç.
— Ах, ачам! — хыпăнса ӳкрĕ кинеми. — Каларăм сана, çав Хатар таврашĕпе ан çыхлан тесе. Хытах каларăм. Итлемерĕн-çке ман сăмаха, итлемерĕн. Çул çинче выртакан çĕлене таптама хушман, аяккарах пăрăнса иртме хушнă. Эс ĕнтĕ çаплах тĕрĕслĕх шыратăн. Тĕнчере тĕрĕссине тупса çитереймĕн. Тĕрĕсси — пăхма пыл чĕресси, тутансан — куççульпе йĕресси.
— Авалхи сăмах, Кĕтерук кинеми, — питĕ асăрханса хирĕçлерĕ Микулай. — Кивĕ сăмах. Халь урăхларах калаççĕ: тĕрĕсси — чул хӳмене шăтарса кĕресси.
Кинеми пуçне пăркаларĕ.
— Атя-ха, апат кĕрсе çи эппин, — терĕ вăл. — Ытах çăмарта ăшаласа парам. Епле-ха апла?.. Кунĕ-кунĕпе выçă çӳретĕн. Чирлесе те ӳкĕн. Ах, ача-пăча! Атя, атя. Кăшт кансан, мунча кайса кĕрĕн.
— Çук, кинеми, манăн мунча кĕме юрамасть. Мана вĕрирен те, сивĕрен те сыхланма хушнă.
— Ах, тур-тур-тур, тем курса ларăн ачу-пăчупа!..
Вĕсем пӳртелле кĕчĕç. Микулай малтан шухăшлани тĕрĕсех пулчĕ: Маюк аппа, чăн та, унпа сăмахласа пăхма килнĕ. Нинăн асаплă пурнăçĕ пирки, малашнехи кунçулĕ пирки.
Ахлатмасăр сывлăш та тухмасть ĕнтĕ, — терĕ Маюк аппа, шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаласа. — Хамах айăплă-çке, хамах айăплă. Шутларăм: Хатарсем — ырă çынсем... Пуян кĕрӳ пулать, терĕм. Хутне те нумай вĕреннĕ. Ашшĕ — районти пысăк çын. Килĕ-çурчĕ кантур пек. Ырлăхĕ-пурлăхĕ. Апачĕ-çимĕçĕ. Пыл та çу...
— Тĕрĕс каланă çав ваттисем, — сăмах май хушса хучĕ Кĕтерук кинеми: — çын пылне-çуне ăмсаниччен хăвăн хура çăкăрнах çи чун каниччен...
— Ах, тĕрĕс çав, Кĕтерук аппа, тĕрĕс çав, — тӳсеймерĕ Нина амăшĕ, питне саппун аркипе хупларĕ те ĕсĕклесех макăрса ячĕ. — Хамах пĕтертĕм хĕрĕм пуçне, хамах пĕтертĕм...
Мăнтарăн амăш чĕри!.. Куç умĕнчех çунать, куç умĕнчех кăмрăкланать. Ăна пулăшма май килес пулсан, Кĕтерук кинеми хăй чĕрине кăларса парĕччĕ. Акă вăл Нина амăшĕпе юнашар пырса ларчĕ.
— Ытла ан хуçăл-ха, Маюк кинĕм, — терĕ кинеми. — Ăшхыптармăш хуйха куççульпе шăварса çитереймĕн.
Тепĕр самантран Маюк аппа кăшт лăпланчĕ. Кĕçех вăл хăйĕн хĕрĕ пĕчĕкрен мĕнле ӳснисене аса илчĕ. Сăнĕ-пичĕ те унăн сасартăках çамрăкланчĕ.
— Пĕртен-пĕр чĕппĕме ашшĕсĕр çитĕнтертĕм, — терĕ Маюк аппа. — Нихçан пĕр ĕç хушса курман эп ăна. Пур ĕçе те, куршанак пек, хăех çыпçăнатчĕ. Вырăн çинчен хампа пĕрлех сиксе тăратчĕ те кĕвенте çине мăшăр витре çакатчĕ, çăла шыв ăсма чупатчĕ. Вĕтĕл-вĕтĕл, вĕтĕл-вĕтĕл!.. Витрисем хăйĕн çĕре перĕнсе пыраççĕ. Шывне ытла тулли ан ăс, тетĕп, йывăр йăтсан, лутра пулса юлăн, тетĕп. «Çук, анне, — тетчĕ вăл, — витрене тулли ăсмасан, телей тулли пулмасть». Тахăшĕ юриех юптарса каланă та ачана, манăн чĕппĕм хайхи, айванскер, ĕненсе пăрахнă. Çапла вара, тулли-тулли çĕклемĕн шыв кӳретчĕ, пĕвĕ-сийĕ лутра пулманччĕ-ха, анчах телейĕ тивĕçмерĕ мĕскĕне.
Çывăх çынпа юнашар ларса калаçни иртнĕ куна каялла тавăраймасть пулин те, пурĕпĕрех чуна лăплантарать.
Сăмах-юмах хушшинче вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Кĕтерук кинемин сĕтелĕ çинчи кăпăклă сăра кăкшăмĕ те самаях тайăлчĕ. Урам енчи виçĕ кантăкран каç ĕнтрĕкĕ çапрĕ. Ĕлĕк чух чăваш çынни çуллахи каçсенче хăйă çутса чăрманман. Ĕçне-пуçне ал сĕмĕпе пуçтарса, хăвăртрах çывăрма выртнă. Ыран иртерех тăмалла, тата хуçалăхра перекетлĕх те кирлĕ — пĕр пуç шăрпăк, пĕр пӳрнеске краççын сыхланса юлсан та тем пекех. Мĕн унта ĕлĕкхи! Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче те килти пур-çукшăн хытах хĕсĕнме тиврĕ.
Халь вара Кĕтерук кинемие ку шухăш аптăратмасть. Вăл акă стена çумĕнчи выключателе пăрчĕ те, пӳрт ăшчикки ялтăрах çуталса кайрĕ. Çути Шупашкартанах килет. Кинеми ăна хăй майлă «свет çути» тет. Çак «свет çути» хăех пĕр пысăк савăнăç мар-и-ха ĕнтĕ? Хула çути — ял çинче.
Çутăпа пĕрле кинеми пӳртне тата ăшăрах хăтлăх килсе кĕчĕ. Юр пек шурă чӳрече каррисем куçа йăпатаççĕ.
Нина амăшĕ, Маюк аппа, килне кайма тапраннăскер, тепĕр хут ларчĕ.
— Эх, çак Кĕтерук аппа патне килсен, тухса кайма та çук вара, — терĕ вăл, анчах хăйĕн шухăшĕ çаплах тăван хĕрĕ пирки вăркаса тăрать. Читлĕхе лекнĕ кайăк евĕр, пăрăлтатать-пăрăлтатать, ирĕке вĕçсе тухаймасть.
Паянхине манма май килсен, Маюк аппа ăна йăлтах манĕччĕ. Уншăн пĕчĕк чухнехи Нина, хĕр чухнехи Нина темрен те хаклăрах. Пуплет-пуплет амăшĕ, чĕрине çапла та пулин канăçтарма тăрăшать.
Микулай итлет, Микулай хăй шухăшне шухăшлать.
Кăн-кăвак пысăк куçлă хĕрачана пĕтĕм тĕнче çап-çутă та тап-таса курăннă-тăр çав. Ем-ешĕл çĕр, чечеклĕ улăх-çаран — ниçта пĕр тĕксĕм кĕтес те çук. Кăн-кăвак тӳпе — ниçта пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук. Ем-ешĕл çĕр çинче, кăн-кăвак тӳпе айĕнче Нина хăй те черченкĕ чечек пек хитре ӳсет. Анчах амăшĕн куç илĕртмĕшĕ кăна мар вăл. Мĕн пĕчĕкренех Нина пур ĕçре те амăшне пулăшать. Çулла, Çавалтан шыв кӳрсе, пахчаçимĕç шăварать. Амăшĕ сиссе ĕлкĕриччен вăр-вар урай сĕрсе тухать. Унччен те пулмасть, шкулти хĕр-тусĕсемпе пĕрле колхоз хирне çум çумлама чупать. Сахăр пек шурă шăлĕсем хушшинчен юрă татăлма пĕлмест. Кĕркунне çитет — кăн-кăвак куçлă хĕр çăм арлама ларать, хăй валли хăех алсиш-чăлха çыхать.
— Шкулта та питĕ лайăх вĕренетчĕ, — тет Маюк аппа, ассăн сывласа. — Колхозра тата, колхозра... Тракторĕпе те, комбайнĕпе те маттур ĕçлетчĕ. Арçын ачасенчен пĕртте кая юлмастчĕ. Ара, çӳçне те арçынла кастарнăччĕ хăй. Инженера тӳхма ĕмĕтленетчĕ. «Ялта мĕн инженерĕ?» — теттĕм те, вăл: «Ан пăшăран, анне, — тетчĕ, — колхозра машина нумай, ӳлĕм тата нумайрах пулĕç. Вĕсене пăхма инженер кирлĕ», — тетчĕ. Хăй ĕмĕтне çитеймерĕ, мăнтарăн.
Маюк аппа Нина çинчен иртнĕ вăхăт тивĕçĕпе асăнса калаçни Микулай чĕрине хытах ыраттарчĕ. «Вĕренетчĕ, ĕçлетчĕ... ĕмĕтленетчĕ...» Нина ĕнтĕ чĕрĕ çын мар, тахçан пурăннă çын тейĕн. Çук, çук, Нина пиркн апла шухăшлама юрамасть. Вăл чĕрĕ, вăл çамрăк. Амăшĕ çавнашкалрах, калаçать пулсан, сăлтавĕ — йывăр хуйхă. Çак самантра амăшне хăйне те пулăшмалла. Чун уççилĕх ăшă сăмах каламалла. Анчах Микулайăн кирлĕ сăмах тупăнмарĕ. Вăл вара чĕлхи çине мĕн килчĕ, çавна каласа хучĕ. Тĕрĕссипе, Микулай кун пирки малтанах шухăшланă-ха, калаçма çеç хăяйман. Халĕ тӳсеймерĕ.
— Мĕн кĕтмелле? Мĕне шанса пурăнмалла? — терĕ вăл, алăкăн-тĕпелĕн уткаласа. — Пăрахмалла та тухмалла çав тамăкран. Унсăр... Унсăр пĕтмелли кăна. Чĕрĕллех — тупăк. Куртăм ĕнер ирхине — Нинăран çын мĕлки кăна юлнă.
— Ах, Николай Степанчă, — йывăррăн сывласа илчĕ Маюк аппа, — кама кирлĕ халь вăл, ачаллăскер? Кама кирлĕ?
Микулай чĕнмерĕ. Нина амăшĕ чĕререн татăлса ыйтнине хирĕç мĕн каламаллине пĕлмерĕ вăл. Пилĕк пӳрнине тармаклăрĕ те сапаланнă çӳçне-пуçне пĕр çĕрелле пуçтарчĕ.
«Кама кирлĕ ачаллăскер?..» Маюк аппа сăмахĕнче — авалхи шухăш, авалхи йăла туйăмĕсем. Ку сăмаха пин çул, çĕр çул, аллă çул ĕлĕкрех каланă.
Халĕ?.. Халĕ авалхи мар. Анчах епле-ха капла? Акă, çамрăк агроном, тин çеç институт сакки çинчен тăрса килнĕ Николай Шангин, паян та хăй хăлхипех илтрĕ çав сăмаха. Илтессе илтрĕ — хирĕç нимĕн те калаймарĕ. Унăн пуçĕнче темĕнле тĕтреллĕ, йывăр шухăш пăтранса çĕкленчĕ. Çăварĕнче, укол хыççăнхи пек, тутăхнă тимĕр тути каласа кайрĕ. Самантлăха вăл таврари япаласене те асăрхайми пулчĕ. Шăпах çав вăхăтра Маюк аппа сасси илтĕнчĕ.
— Ачине хăйсем питĕ юратаççĕ, — терĕ Маюк аппа ĕсĕклекен сасăпа.
— Ачине? Кам ачине? — тин çеç ыйхăран вăраннă пек ыйтрĕ Микулай. — Камсем юратаççĕ?
— Ара, Нина ачине, пĕчĕкçĕ Вовăна, хăтасем юратаççĕ, тетĕп-çке.
Микулайăн шăмшакĕ тăрăх юн вĕресе хăпарчĕ.
— Хăтасем — Хатарсем, — терĕ вăл. — Юратаççĕ?.. Астăвăр, кĕтсех тăрăр!.. Вĕсем çав чечен хунава та хăйсем майлă авса кукăртĕç. Хатар йăхĕ... Иккĕмĕш Георгий... Акă мĕн çитĕнме пултарать сирĕн мăнукăртан. Хатар йăхĕ — сăхă чун.
— Сăххи сăхă ĕнтĕ, — килĕшрĕ Маюк аппа. — Тăхлачи вара çăханран та çăткăнрах. Тĕнчере вăл пĕр саккун çеç пĕлет: уншăн вара алă кукри яланах карланкă еннелле!
— Çавă ара, çавă, — хушса хучĕ Кĕтерук кинеми. — Тилĕ хăраххи. Ахаль каламан-тăр, тилĕ тĕлĕкĕнче те чăхсем хисеплет тесе...
Кĕтерук кинемипе Маюк аппа халь ĕнтĕ Хатар йăхне, уйрăмах Ăçтиçук-Таçука, чи хаяр сăмахсемпе питлеме тытăнчĕç. Ĕмĕртен паллă-çке-ха: пĕр хĕрсе кайсан, хĕрарăм чĕлхи арçыннăннинчен çивĕчрех — тимĕре те ним мар касса татать. Хайхи, пăтă вĕресе хăпарнă вăхăтпа усă курса, Микулай хăй енчен Нина амăшне тепĕр хут аса илтерме шутларĕ.
— Тăнла, Маюк аппа, — терĕ вăл, — урăхла май çук. Нинăна халех çăлса кăлармалла çав сăпса йăвинчен... Халех, паянах.
— Ах, мĕн тăвам-ши? Мĕн тăвам-ши? — çĕнĕрен ăшталанса ӳкрĕ Маюк аппа. Ытах хамăр патăмăр та пурăнтăр эппин. Ачине хам пăхăттăм. Ман стариккий! кунĕскер, хирĕç пулас çук. Ача-пăчана питĕ юратать. Тăван ашшĕ мар пулсан та, Нинăна халиччен пĕр сивĕ сăмах та каламан. Киле çитем-ха эпĕ... Эх, ачу-пăчупа, ӳсиччен — пĕр хуйхă, ӳссен — çĕр хуйхă...
Маюк аппа тăчĕ те алăк патнелле утрĕ. Унăн ĕнтĕ ăшĕ вăркани иртрĕ пулас. Шупкалнă кăвак куçĕсенче çĕнĕ шанчăк хĕлхемĕ палăрчĕ. Кĕçех вăл килне çитет, упăшкипе сăмахласа пăхать, вара... вара Нинăн ăраскалĕ йăлтах урăх çулпа малалла кайĕ.
Анчах халлĕхе Маюк аппа алăк хăлăпĕнчен çеç пырса тытрĕ-ха. Тытрĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ. Унăн шуранкарах сăнĕнче сасартăк темĕнле сехре хăппи курăнса кайрĕ.
— Чим-ха, Николай Степанчă, — терĕ вăл шикленнĕ сасăпа, — ара, çын мĕн калĕ? Ялйыш? Халăх? Çын сăмахĕ — наркăмăш йӳççи. Ай тур-тур, тӳссе пулмасть, туссе пулмастех!.. Ята çĕртрĕмĕр, ял кулли пултăмăр!..
Чунĕ кӳтсе килнĕскер, вăл, халь-халь ӳлесе ярасран сыхланса, питне-куçне саппун аркипе хупларĕ те çаплипех тулалла ыткăнчĕ. Ун хыççăн Кĕтерук кинеми чупса тухрĕ.
— Маюк кин, тăхта! Апла юрать-и вара?
Ним тума аптăранă Микулай пӳртре пĕчченех тăрса юлчĕ.
«Çын мĕн калĕ?.. Çын сăмахĕ — наркăмăш йӳççи...» Акă мĕн иккен Маюк аппашăн тĕнчере чи хăрушши! Микулай пĕрре хĕрхеннĕ пек пулчĕ Маюк аппана, тепре кӳренмеллипех кӳренчĕ. Тĕлĕнмелле мораль: хĕрĕ пуçĕпех пĕтсĕн те, çын сăмахне çеç илтес марччĕ. Чуралăх моралĕ!
Çапла, çын сăмахĕ — усал япала. Тĕнчере чи йӳççи — çын сăмахĕ, тенĕ ваттисем. Çын сăмахĕнче наркăмăш хаярлăхĕ те, арман чулĕн йывăрăшĕ те пур. Тĕрĕс, çын сăмахĕнчен сыхланмалла, анчах çав хакпа-ши? Тăван хĕр кунçулне хĕрхенмесĕр?
Кĕтерук кинеми хăвăртах таврăнаймарĕ. Маюк аппана вăл килне çитиех ăсатас терĕ пулас. Микулай пӳртри çутта сӳнтерчĕ те, пăлтăра тухса, хăйĕн пĕчĕк сĕтелĕ тĕлĕнчи лампочкăна çутрĕ. Унăн пуçĕнче — урăм-сурăм йывăр шухăшсем, кăкăрĕнче сывлама çук тăвăр. Чĕри те йывăррăн туртăнса тапать. Çук! Çук! Çук!.. Капла юрамасть!.. Нинăпа хăйĕнпе тĕл пулса сăмахламалла. Халех, кĕçĕрех!.. Анчах епле? Каллех йытă çăварне пырса кĕмелле-и? Çук, çук, çук! — кăртлатса тапать чĕре. Микулйăн çак самантра пĕр Нинăна çеç курас килет. Ниçта кайса кĕрейми!.. Унăн çуллахи янкăр уçă тӳпе пек кăн-кăвак куçĕнчен тинкерсе пăхас килет. Çав вăхăтрах ăна иккĕленчĕк шухăш та канлĕх памасть. Çапла çав, кивĕ йăла туйăмĕсем пирĕн ал-урана хамăр сисмен çĕртен куçа курăнми пăявсемпе чăлхантарса-тăлласа лартаççĕ. Калăпăр, Нина хăй те çын сăмахĕнчен хăраса тăрсан, вара епле? Хăш енчен пырса татмалла кун пек чухне çав киревсĕр тăлă-пăява?
«Çын сăмахĕ...» Микулай çинчен те ялта виçĕ кун хушшинчех тем-тем тĕрлĕ сăмах сарăлчĕ. «Агроном — чăрсăр, агроном — пуçтах, агроном, — аскăн...» Ялта комсомол «пуçĕ» Кариньков хайхи ăна коммунизм тăвакансен мораль кодексне вĕрентме пикенчĕ.
Шухăш пăлханнă самантра Микулай хăй умне яланах клеенка хуплашкаллă хулăн тетрадь кăларса хурать. Хăйĕн дневникĕпе вара вăл чи çывăх тусĕпе калаçнă пек калаçать. Пурнăçри чи кăткăс ыйтусем. пирки, кăкăрти кăмăл-туйăм пирки, вăтанмалли вăрттăнсем пирки, ĕнерхи, паянхи ыранхи пирки...
Халь те акă вăл, Кариньковпа мораль кодексĕ пирки хăй ăссĕн тавлашнă май, шултăра саспаллисемпе çапла çырса хучĕ:
«Коммунизм маншăн — кĕнекери сăмах кăна мар. Коммунизм маншăн — кулленхи ĕç. Коммунизм тăвакансен мораль кодексĕ те пăхмасăр каламалли сăвă мар. Коммунизм çулĕ ман чĕре витĕр выртать...»
Çырасса çырчĕ, анчах юлашки пуплев ăна сăпайлăх картинчен тухса кайнă пек туйăнчĕ. Ку сăмаха калама, тен, халлĕхе уйăн чăн-чăн тивĕç те çук. Такăна-такăна çеç утать-ха вăл пурнăç çулĕпе.
Микулай каллех хăйĕн кăлтăк-сăлтăкĕ пирки шухăшлама тытăнать. Хăйĕн малтанхи утăмĕсене вăл урăх çын куçĕпе аякран сăнаса пăхма тăрăшать. Ăçтан сиксе тухрĕ-ха, калăпăр, Кариньковпа Шангин хушшинчи конфликт?
Николай Шангин колхозри комсомол комитечĕн секретарьне малтан питĕ ыррăн тĕл пулса паллашнăччĕ, тепĕр кунне те ун патне ырă кăмăлпах пынăччĕ — вăл малăшнехи ĕç-пуç пирки калаçса пăхасшăнччĕ. Анчах Шангин — йăлтах ăнсăртран — Кариньков сĕтелĕ çинче темĕнле çаврашка йĕрсене асăрхарĕ те, пĕтĕм ĕç кутăн-пуçăн пăтрашăнса кайрĕ. Кун пек чухне кусан та курмăш пул. Куçна аяккалла тарт. Çук çав, Шангин мĕн асăрханине хайхи Кариньков та сисрĕ. Стаканпа кĕленче йĕрĕсене пытарас тесе, вăл сĕтел çинчи сенкер хут çиттине сӳсе пăрахрĕ, çурса-лутăркаса тăкрĕ. Хăйне усал ĕçпе тытнă пек туякан Кариньков малтанхи самантрах шăртлана пуçларĕ. Çавă кăна!.. Чим, çавă кăна-ши? Ку вăл тулса çитнĕ стакана тăкăнтаракан тумлам çеç мар-ши?
Тен, Шангин хăй те айăплă: кирлĕ-кирлĕ мар çĕре сăмсине пырса чикет, çын пурнăçне хутшăнать, темĕнле тĕрĕслĕх шырать, çав вăхăтрах хăйне хăй тĕрĕс мар тыткалать. Агрономăн ĕçĕ — чи малтан тырпул акса тăвасси. Эсĕ пур...
Нумай шухашлакан çынна хăйĕн пĕр пĕчĕк йăнăшĕ те пысăк айăп пек туйăнать. Таса чĕреллĕ çыншăн ку вăл уйрăмах çапла.
Хăйĕн чунне дневник страницисем çине «ӳпне пăрахса», тахçанччен «хĕнетчĕ» ĕнтĕ Микулай, тахçанччен асаплантаратчĕ хăйне хăй, юрать-ха, Кĕтерук кинеми килсе кĕчĕ.
— Ах, ывăлăм, ывăлăм, — терĕ вăл ӳпкевлĕ сасăпа, — канма та пĕлместĕн-çке, канма та пĕлместĕн. Кунĕпе ĕшенни çитмест, çĕр хута пуçна ватса ларатăн. Шурă хут ахаль те сăна шуратать, юна типĕтет. Пăрах, ачам. Çын çăмхинчи çип вĕçне тупса çитереймĕн. Вырт, ачам, вырт!..
Микулай хирĕç чĕнмест. Хулăн тетрадьне хупать те, çутта сӳнтерсе, çывăрма выртать.
17
Паян — вырсарникун. Çурхи ака хыççăн колхозниксем малтанхи хут канаççĕ. Ялта шăп. Тӳлек. Мăн Çавалкасăн Аслă урамĕнче те пăт-пат пĕрер çын çеç курăнкалать. Тĕрĕссипе, кашни паян хăйĕн килти пахчинче тăрмашать.
«Кĕтерук кинеми те çĕрулми лартманччĕ, — аса илчĕ çамрăк агроном, урампа утнă май. — Ăна кам пулăшать-ши? Хамăн ыйтса пĕлме ăс çитеймерĕ. Вăт сана — ывăлăм...»
Римма медсестрапа çĕркаç калаçса татăлнă пекех, Николай Шангин паян вунă сехет тĕлне медпункта çитме васкарĕ. Ара, канмалли кун пирки асăрхаттарсан, Римма ĕнер шарикоподшипник евĕрлĕ çаврашка куçĕсемпе агронома тӳрех питĕнчен тĕллерĕ те пат çеç касса татрĕ:
— Сирĕншĕн, Шангин юлташ, курс лечени пĕтиччен нимĕнле канмалли кун та пулмасть!..
Акă ут ĕнтĕ, Шангин юлташ! Санăн ĕнертен вăтăр кунлăх «курс лечени» пуçланчĕ.
Хĕвеллĕ, ăшă çурхи çанталăк. Пахча картисем урлă çĕмĕрт çеçкин шурă мамăкĕ тулса тăкăнать. Пĕтĕм урам тăрăх кăкăра кăтăклантаракан ырă шăршă сарăлнă.
Правлени крыльци умĕнче тăракан Ванька Черкалова Микулай аякранах асăрхарĕ. Епле асăрхамăн-ха ăна? Вăл паян асамат кĕперĕ пек йăрăмланакан ковбойка, пуставĕ çуталичченех утюгласа якатнă ансăр брюки тăхăннă. Уринче — шĕвĕр сăмсаллă хура пушмак. Пилĕк-ултă çул каярах кунашкал йĕкĕтсене «стиляга» тесе витлетчĕç. Халĕ çынсем вĕсене курса хăнăхрĕç пулас — шарламаççĕ. Тата Ванька Черкалова пĕр-пĕр услап-шармаккай шутне кĕртме çук. Вăл — шофер, «правлени ямщăкĕ».
— Сывă-и, Ваня! — саламларĕ ăна Шангин.
— Аптрамастпăр-ха, — мӳмлесе илчĕ лешĕ çăварне уçмасăрах.
Вĕсем урăх сăмах хушмарĕç. Темĕнле вăрăм мăштăк вĕçне лартнă сигаретне мăкăрлантарса, Ванька Черкалов крыльца умĕнче тăрса юлчĕ. Куçĕпе хăй вара Шангина медпункта çитиех ăсатрĕ. Микулай каялла çаврăнса пăхмарĕ пулин те, Черкаловăн куçне хăй çурăмĕ çинче питĕ витĕмлĕн туйса пычĕ — икĕ хул лапатки тĕлĕнчен такам харăсах икĕ пăшатанпа тирет тейĕн. Ырă мар туйăм.
Ĕнер хулана машинăпа кайнă чухне сисрĕ-ха Микулай: кунта, Ванька Черкаловпа Римма хушшинче, тем амакĕ пур. Кулăшла. Микулай хăйĕнчен хăй тăрăхласа илет. Ара, мĕн пултăр-ха ĕнтĕ хĕрпе каччă хушшинче? Паллах, юрату. Çав вăхăтрах таçтан сулхăн çил вĕрнĕ пек туйăнать. Тӳнтерле юрату мар-ши кунта? Каччă чĕри куçа курăнман çулăмпа хыпăнса çуннă чухне хĕр чĕри урăх еннелле туртăнмасть-ши? Каччи савать, хĕрĕ ăна асăрхамасть. Апла хайхи Ванька Черкаловăн ăраскалне ăмсанмаллиех çук. Римма ун çине ытлашши мăнкăмăллăн пăхать çав. Тепĕр тесен, хăйсенне хăйсем пĕлĕç. Камăн мĕн ĕç пур! Вĕсен хушшине савăлланса кĕрес марччĕ кăна... Çын куçне каллех турат пулса тăрăнас марччĕ. Чăркăшмалли ахалех çителĕклĕ.
Çак шухăшпа пырса кĕчĕ Микулай медицина пунктне. Римма ĕнтĕ унтаччĕ. Вăл малти кĕтесри пĕчĕк шкап умĕнче кĕленче савăт-сапана куçаркалатчĕ. Ун çийĕнче — яланхи чăлт-шурă халат, пуçĕнче — каялла туртса çыхнă шурă тутăр. Микулая курсан, хĕрĕн ахаль те хĕрлĕ сăнĕ тата хытăрах хĕрелчĕ. Çаврашка хăмăр куçĕсем тĕксĕмленчĕç. Вăтанать çамрăк хĕр...
«Мана юратса пăрахман-и ку пукане? — хăй ăссĕн кулкаласа илчĕ Микулай. — Пĕтрĕ пуç вара!.. Анчах чим, Шангин юлташ, эсĕ хăвна ытлашши пысăка хумастăн-и? Мĕн пур-ха сан çумăнта пĕрре курнипех юратса пăрахмалли? Эх, эсĕ те çав, хăрăк шанкă, тикĕт пуç!»
Тепĕр самантран хĕр лăпланчĕ, сăнне-питне яланхи тĕс кĕчĕ.
— Ну, вакцина хатĕр манăн, — терĕ вăл, шкапран кĕленче савăт-сапа кăларса. — Сире кĕтетĕп.
— Эпĕ те яланах хатĕр, — хура куçĕсене йăлт-ялт выляткаларĕ Микулай. — Пионер пек... Каçарăр-ха та, Римма, манăн ыйтса пĕлес килет...
— Мĕн пирки-ши?
— Çав вакцинăна мĕнрен туса хатĕрлеççĕ?
— Ăна пĕлме кирлех-ши сире?
— Çапах та хамăн ӳтĕме мĕнешкел эмел кĕнине пĕлес килет-çке.
— Ятарласа хатĕрленĕ шĕвек...
— Ха, шĕвек эппин, — тутине чалăшшăн пăркаласа кулса илчĕ Микулай. — Тухтăрсен мăн аслашшĕ Гипократ вĕрентнĕ тăрăх, этем организмĕнче тăватă тĕрлĕ шĕвек хутшăнса пурăнать: хура ватпа сарă ват тата юнпа сĕлеке. Çав шĕвек-сĕткенсем пăтрашăнса кайсан, этем чирлесе ӳкет имĕш.
— Эсир ун пеккине те пĕлетĕр-çке.
— Кăшт чухлакалатăп... Халь акă эсир ман организмри тăватă тĕрлĕ шĕвек çумне тата темĕнле шĕвек хушса паратăр... Унччен мана Хадаровсен йытти çыртнă. Апла ман организмра пурĕ ултă тĕрлĕ шĕвек пухăнать. Çав шĕвексем, пăтрашăнса кайса, пĕрне-пĕри тулама тытăнсан, вара мĕн курас?
— Ан сехĕрленĕр, — шăнкăрти сассипе кулса ячĕ Римма, — темех хăрушă япала мар. Филипс вакцинине кролик пуç мими сĕткенĕнчен тăваççĕ.
— Кролик пуç мими сĕткенĕ, — шухăша кайнă пек пулчĕ Шангин. — Кролик пуç мимийĕн сĕткенĕ Хадаров йыттин сĕлекине çĕнтермелле иккен. Кролик, йытта çĕнтерсе, çиеле тухмалла. Анчах çĕнтерейĕ-ши?..
— Эсир таçталла суйланса ан кайăр, — лăплантарма пăхрĕ ăна медсестра. — Вакцинăра кролик пуç мими çеç мар, вăйлăрах япаласем те пур. Çавăнпа укол тăватпăр та ĕнтĕ. Ним те ан шухăшлăр...
— Шухăшлаттарать, Римма, хытах шухăшлаттарать, — пĕр кулмасăр хуравларĕ Шангин. — Тĕрĕссипе, эпĕ урса каяссинчен пĕртте хăрамастăп. Мана сывă йытă çыртнă. Çапах та Хатарсен чирĕ ересрен шикленетĕп вара.
— Мĕнле чир тата вăл? — тĕлĕнчĕ медсестра.
— Сăхăлăх чирĕ. Çăткăнлăх вирусĕ. Этеме çав чир ерсен, этем пуçĕпех пĕтет.
— Ав эсир мĕн пирки, — Риммăн куç харшисем пĕр çĕре пĕрлешсе ларчĕç, сăнĕ тĕксĕмленчĕ. — Хадаровсемпе хытах хирĕçсе кайнă апла эсир?
Шангин чĕнмерĕ. Тепĕр авăкран тин вăл ассăн сывласа илчĕ те:
— Ах, Римма, Римма, — терĕ. — Хаяркина юлташ...
— Эсир ан кулăр-ха, — йăлăннă сасăпа ыйтрĕ медсестра. — Ман хушаматăм анчах çавнашкал, хам эпĕ пĕртте хаяр çын мар.
Ăнсăртран вĕçерĕннĕ сăмах путишлерех пулса тухрĕ. Çавна Римма хăй те сисрĕ. Хĕрпе каччă вара ахăлтатсах кулса ячĕç.
Паянхи укол, хулари пек мар, çăмăл иртрĕ. Кунта Микулай малтанах хатĕрленсе килни те пулăшрĕ-тĕр çав. Хăйне хăй лăпкă та çирĕл тытрĕ вăл, шприц йĕппи хырăм тирне шăтарса кĕнĕ чух шăлне хытăрах çыртрĕ. Çавă çеç. Укол хыççăн çăвара капланса килнĕ тутăх тимĕр тути те хăвăрт иртсе кайрĕ.
Хĕр умĕнче пилĕк таран çарамасланасси кăна аван мар. Чăн та, хĕрĕ хăй ытларах вăтанать пулас, час-часах хĕреле-хĕреле каять, сĕтел çинчи савăт-сапана тĕлсĕрех пĕр-пĕрин çумне перĕнтерет, çавна пула пӳлĕмре кĕленче чанклатнă сасă тăтăшах илтĕнсе тăрать.
Тепле йывăр пек туйăнсан та, Микулайăн халь ĕнтĕ çак чипер хĕртен Нина пирки чи кирлине тĕпчесе пĕлмелле.
— Римма, эсир комсомолка-и? — ыйтрĕ вăл, тавраран «сукмак хывма» пуçăнса.
— Комсомолка. Вара мĕн? — чăрсăртараххăн хуравларĕ хĕр.
— Вара-и? Вара... Эпĕ те комсомолец. Эппин, пăрахар çав «эсир» те «сире» тенĕ çӳп-çапа.
— Тархасшăн, хаваспах, — Римма каллех хĕрелчĕ, хăй сăмахĕнчен хăех вăтанчĕ.
Микулай ăна-кăна асăрхаманçи пулчĕ.
— Ванька Черкалов та комсомолец-и? — малалла ыйтрĕ каччă.
— Ара çав, анчах... — Римма пӳлĕнчĕ, ун питĕнчи хĕрлĕ тĕс самантрах шупкалчĕ. — Мĕне кирлĕ ку?
Эсĕ тем ан шухăшла, Римма, — терĕ Микулай тӳлеккĕн. — Кӳренме те кирлĕ мар. Сăмах-юмах юлташла пултăр. Çапах та Нина Ювашевăна комсомолтан епле кăларнă-ха эсир?
Риммăшăн ку ыйту çуллахи уяр кун аçа çапнă пекех туйăнчĕ пулас. Пĕр-пĕр сăмах тупса хуравлас вырăнне Римма хăй хирĕçле ыйту тăрăнтарчĕ. Пачах кĕтмен çĕртен, питĕ тӳрккессĕн.
— Эсĕ... Эсир... — терĕ вăл, вĕресе хăпарнă кăмăлне чараймасăр. — Мĕн тăватăр эсир çав ачаллă хĕрарăмпа?
Микулай тĕлĕнчĕ. Хĕре куçран кăнн пăхрĕ те, ĕç-пуç чĕрре кĕресрен сыхланса, шăрпăклă сăмаха хăвăртрах шӳте çавăрма тăрăшрĕ.
— Эккей, э, — кулса ячĕ каччă. — Эсĕ, Римма тусăм, çĕр çинче ахаль мар Хаяркина хушаматпа çӳретĕн иккен. Хаяр, хаяр! Анчах хаярланни пĕртте килĕшмест сана. Хитре сăну çеç пăсăлать.
— Тăрăхлас марччĕ, — çаврашка тутине чăп пăчăртаса тытрĕ хĕр. — Сирĕн кулассипех...
— Çук, Римма, тăрăхлас-кулас шухăшăм асра та пулман, — терĕ Микулай, ассăн сывласа. — Ачаллă хĕрарăм кунçулĕ чăнласах канăç памасть. Хăвах шутла-ха: вăл сан пекех çамрăк, сан пекех ырă ĕмĕтпе пурăннă, сан пекех комсомолка пулнă. Халь авă…
— Эсир мана айăпласа каламастăр пуль те ку сăмаха? — йĕкĕлтенĕ сасăпа тĕртсе илчĕ Римма. — Пĕлессĕрех килет пулсан, калама пултаратăп. Пирĕн комсомол комитечĕ пур. Пирĕн Кариньков пур. Кариньков — пысăк власть. Ялти çамрăксен пурнăçĕ ун аллннче. «Чышкă тытăмĕ!» Çавăн пек калав вуланă-и эсир?
— Вуланă, анчах эп урăхларах калăттăм. Кунта сирĕн чышкă тытăмĕ мар, шишка тытăмĕ, — хушса хучĕ Шангин.
— Эпир пĕчĕк çынсем, мĕн пĕлетпĕр! — терĕ малалла медсестра. — Комитетра лайăхрах тĕпчемеллеччĕ сирĕн.
— Эсир вара ним те пĕлместĕр-и?
— Ара, пирĕн кашни бригадăра хăйне уйрăм комсомол организацийĕ пур. Пурте вĕсем комитета пăхăнаççĕ. Эпĕ хам Тури Çавалкас организацийĕнче тăратăп. Нина Ювашева Мăн Çавалкасра пурăнать. Хăйсен расна организаци. Ювашева унта шутланса тăнă. Вĕсен мĕн пулса иртнине калаймастăп. Пире комитет мĕн йышăннине çеç пĕлтерчĕç: ачине чиркӳре тĕне кĕртнĕ, çавăншăн... Тата килĕнче тем хăямачĕ вĕсен... Урăм-сурăм харкашу. Малтан чиперехчĕ-ха...
— Малтан чиперехчĕ эппин?! — терĕ Микулай, хăй Риммăпа «пĕр урапа» çине ларанçи пулса. — Çичĕ ют килсе хутшăниччен, çапла-и?
— Çапларах та пулма пултарать...
Шангин ăнланчĕ. Римма кунта Нина çинчен калаçасшăн мар, Нинăн инкеклĕ шăпи Риммăна нихăш енчен те пырса тĕкĕнмест. Çавăнпа Микулай кун пирки урăх сăмах-юмах вакласа тăмарĕ.
— Йĕтĕн тутăр — пуç сивви, çак ял хĕрсем — чун сивви, — терĕ вăл, хăйсен ялĕнчи пĕр юрра асра тытса..
Римма аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ.
— Ай-уй, вунпĕр иртнĕ-çке! — сасартăк хыпăнса ӳкрĕ вăл. — Клубра репетици. Юрă уявне хатĕрленетпĕр. Эсир пымастăр-и?
— Чĕнсен, ма пырас мар... Хĕпĕртесех пыратăп.
— Каллех кулатăр?!
— Çук, кулмастăп, Римма тусăм... Хаяркина юлташ...
— Эх, эсир те çав, сухăр чĕлхе!..
Римма халатне хывса çакрĕ. Тутăрне салтрĕ. Вăл паян ĕнерхинчен те шукăльрех тумланса килнĕ иккен. Пăхсан — куç алчăрать. Сăнласа кăтартма та сăмах тупаймăн. Тĕксĕм сенкер пурçăн çине пăчăр-пăчăр кĕмĕл пăрçа сапнă, калăн — çĕрлехи çăлтăрлă тӳпе. Çинçе пилĕкĕ пĕр йĕкĕр ывçа ним мар кĕрет.
Вĕсем çенĕкелле тухрĕç. Римма медпункт алăкне питĕрнĕ хушăра Шангин çав çенĕкрех тепĕр алăк пуррине асăрхарĕ. Алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăрать.
— Римма, — кăсăклансах ыйтрĕ Микулай, — кунта кам пурăнать?
— Никам та пурăнмасть, — терĕ хĕр. — Пушă пӳрт, пушă пӳлĕм. Çĕнĕ клуб лартиччен унта радиоузел ĕçлетчĕ, иртнĕ хĕлле вара нимĕç пăрçи вăрлăхне хурса усрарĕç. Тĕрĕссипе, шăши ферми. Медпунктпа юнашар аван та мар. Шăшисем эшкерĕпех кĕшĕлтетеççĕ.
— Алăк уççи камра-ши?
— Пĕлместĕп çав... Сире тата мĕн тума кирлĕ-ха ку пушă çурт?
— Кирлĕ, Римма, питĕ кирлĕ. Эпĕ колхозра агрохими лабораторийĕ уçасшăн. Мана кунта вырăн парсан, иксĕмĕр кӳршĕллĕ пулăттăмăр.
— Кӳршĕсем килĕштереймесен, вара епле?
— Пĕрер тытăçса илни пăсмĕ-çке!..
Вĕсем иккĕшĕ те кулса ячĕç. Çав вăхăтра медпункт çенĕк ăлăкĕнче Хветуç инке пуçĕ курăнса кайрĕ. Ял-йыш калашле, леш хайхи «çыхăну кантурĕ». Инке, шуйханнă чăх пек, тӳрех кăтиклеме пикенчĕ.
— Çынсем канаççĕ, маншăн пĕр канăç та çук. Ара, Римма хĕрĕм, эс мантăн-им, мантăн-им? Юрлама каймалла. Клуба, клуба!.. Репетици!.. Пĕтерет мана Кариньков. Тустарать кăна: ăçта çынсем, тет, ăçта çынсем? Вĕсем, ав, улах кĕтесре пăшăл пăтти пĕçереççĕ.
— Ах, Хветуç инке, кирлĕ мара ан пупле-ха, — именсе ӳкрĕ Римма. — Эс кай, эпир халех çитетпĕр.
— Каятăп ара, каятăп, — мĕнле килнĕ çаплипех кăтиклесе йăкăртатрĕ Хветуç инке. — Пĕр канăç та çук, пĕр канăç та çук. Çынсем паян канаççĕ. Эпĕ çеç лăш курмасăр ăшталанса çӳретĕп. Унта чуп, кунта чуп! Хăвăртрах, вăр-вартарах!..
Тĕлĕнмелле тепĕр чух этемрен: çитĕнет — ача ăсĕ каймасть. Риммăпа пĕрле урама тухсан, Микулай чарăнчĕ те пĕр самант медпункт çурчĕ çинелле пăхса тăчĕ. Урама тăрăхла лартнă шатрун çурт самай кервен курăнать. Тĕрĕссипе, кунта икĕ пӳрте пĕр çĕре кута-кутăн тĕкĕштернĕ. Иккĕшĕ те калăпăшĕпе пĕр пекрех, урамалла кашнин виçшер чӳрече пăхать, кантăк хашакисене чĕнтĕрлесе илемлетнĕ. Малти пӳртĕнче — мед-пункт, кайринче...
Шангин чупса пычĕ те, тăпрас çине улăхса, кайри пӳрт кантăкĕнчен шалалла тинкерсе пăхрĕ. Урам енчен пӳртелле хĕвел çути ӳкет. Урайĕнче — ним латсăр çӳп-çап, тумхахланса ларнă пылчăк, тусан. Шуйттансем туй тунă тейĕн.
Микулай тăпрас çинчен каялла сиксе анчĕ, тусанланнă ал тупанĕсене çăт-çат çапкаларĕ.
— Римма, лаборатори пулать манăн! Саккунлă пулать! — хавассăн çуйхашма тытăнчĕ вăл. — Паянах председательпе сăмахласа пăхатăп. Саккунлă!
Римма çаврашка куçĕсене тата ытларах çавралатса пăрахрĕ. Вăл чăн та тĕлĕнчĕ пулас. «Институт пĕтернĕ çын. Агроном... Хăй йăлтах ачалла хăтланать», — шухăшларĕ хĕр. Микулай шалти пиншак кĕсйинчен блокнот кăларчĕ, ăна уçкаласа, темĕнле хаçат татăкĕ тупрĕ.
— Акă, — терĕ каччă, хĕре хаклă парне сĕннĕ евĕр, — институтра чухнех «Советская Россия» хаçатран касса илнĕччĕ. «Ялти лаборатори». Çакăн пеккине кашни колхозрах тума пулать. Питĕ ансат япала. Тăпра пахалăхне анализ тăватăн, вăрлăхсене шăтарса пăхатăн, çутçанталăка сăнатăн. Ытти унта! Саккунлă?.. Сахал-и ĕç? Кашни вак-тĕвекшĕн хулана чуп-ха! Ăнлантăн-и, Римма, манăн лаборатори пулать! Агрохими лабораторийĕ!
Тулса килнĕ хавас кăмăлне шанăçтараймасăр, Микулай Риммăна икĕ аллипе икĕ хулĕнчен тытрĕ те хăй çумне пăчăртарĕ. Урам варринче, кăнтăрлахи хĕвел çутинче!.. Ĕнтĕ хăй мĕн хăтланнине хăй те тавçăрса илеймерĕ каччă. Ниçта кайса кĕрейми вăтаннă Римма ун аллинчен вăрт-вартах вĕçерĕнчĕ, сапаланнă çаврашка куçĕсемпе йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Аслă урамран кунталла улăхакан тăкăрлăк пуçĕнчен вĕсене Ванька Черкалов сăнаса тăрать иккен.
Шангин ăна-кăна асăрхаймарĕ, ăнсăртран хăй каллех вут чулĕпе çулу хушшине лекнине те чухласа илеймерĕ.
Вĕсем клуба пырса кĕнĕ чухне кунта пушă фойепе пушă зал янраса кăна тăратчĕç. Репетици пуçланнă. «Куç тула юлнă» пирки Риммăпа Микулай тĕксĕм залра тӳрех пукан çине пырса тăрăнчĕç. Вара тек малалла иртме хăяймасăр, иккĕшĕ те чăн кайри рете вырнаçса ларчĕç.
Çук, клубра пачах тĕттĕм мар. Микулайăн куçĕ хăвăрт хăнăхрĕ. Акă ĕнтĕ сцена çинчи хор питĕ лайăх курăнать. Клубăн тĕксĕм чӳрече каррисене йăлтах сирнĕ, кăнтăр енчи кантăксене уçса пăрахнă. Хорта тĕрлĕрен çипуç тăхăннă çынсем тăраççĕ. Хĕрсен пуçĕнче — хĕрлĕ те сарă, чакăр та кĕрен тутăрсем, каччисен çийĕнче — тĕрлĕ тĕслĕ кĕпесем. Ĕнтĕ çак чипер тумлă хĕрупраçпа яш-кĕрĕм умĕнче дирижерăн вăрăм кӳлепи хуçкаланать.
Чим!.. Микулай тинкеререх пăхрĕ те тĕлĕннипе вырăнтах шăнса хытрĕ: хора никам та мар, Кариньков хăй ертсе пырать. Юрĕ-ха, Кариньков — клуб пуçлăхĕ, Кариньков — ялти библиотека хуçи тейĕпĕр. Кунпала килĕшме пулать. Анчах кунта урăххи! Кариньков — дирижер. Кариньков... тата музыка — епле тĕлĕнмĕн-ха? Пуçра ниепле те шанăçаймасть. Хăй куçне ĕненмесĕр, Шангин юнашар ларакан Риммăран ыйтса пăхрĕ.
— Кариньков ара, Кариньков, — терĕ хĕр. — Кам пултăр урăх?
— Музыка ĕçне ăçта вĕреннĕ-ха вăл? — лăпланаймарĕ Микулай.
— Культпросвет шкулĕнче. Ун хыççăн курсра. Пирĕн Кариньков вĕçĕмсĕр вĕренет. Ĕмĕр-ĕмĕр вĕренет. А мĕн, япăх юрлаттарать-им?
— Япăх мар, çавăнпа тĕлĕнетĕп те…
Хор чăн та чиперех юрлать. Тăватă сасă — сопранăсемпе альтсем, бассемпе тенорсем — пĕр-пĕринпе питĕ хитре ылмашăнса, килĕшсе пыраççĕ.
Пирĕн яла пырса кĕрсен —
Калла тухма пĕлĕр-и? —
çепĕççĕн шăранса хăпарать малтан хĕрупраç сасси. Кĕçех каччăсен сассисем хутшăнаççĕ:
Çутă аслă урамĕсен
Вĕçне тухса пĕтĕр-и?
Çепĕç кĕвве пĕтĕм хор çавăрса илет:
Ай-хай, çутă аслă урамĕсен
Вĕçне тухса пĕтĕр-и?
Çамрăксем юрланă май, Шангин куçĕ умне Мăн Çавалкас ялĕ мар, пачах урăх ял, пуян ял хула пек çуталса тухассăн туйăнчĕ:
Çӳллĕ çуртсем тĕлне çитсен —
Хулари пек темĕр-и?
Йăл-йăл çунать кантăкĕсем —
Хула çути темĕр-и?
Ай-хай, хула çути темĕр-и?
Микулай самантлăха шухăша кайрĕ: «Тен, Кариньковăн чăн-чăн таланчĕ музыкăра? Искусство тени таса чун-чĕреллĕ çынна çеç çывăх пулаканччĕ. Тен, Кариньков чип-чипер çынах? Тен, эпĕ ун пирки йăнăшатăп?..»
Халь ĕнтĕ Микулай сцена çинчи тăсланкă дирижер ĕçĕнче епле пулсан та пĕр-пĕр кăлтăк тупма тăрăшать. Музыкăна сахалтарах ăнланать çав Шангин. Тата пушă клубра сасă ытлашши ян кайнă пирки юрă кĕввинче мĕн лайăххипе мĕн япăххине уйăрса илме те йывăр. Музыкçăсем калашле, нюанссене сиссе юлаймастăн. Анчах пур-ши вĕсем, çав нюанс тенисем? Хор ытлашши кăшкăрса юрлать. Тăсланкă Кариньков, ĕнсине хутлатса, вăрăм аллисемпе урăм-сурăм хуçкаланса хăлаçланни те куçа питех илĕртмест. Аякран вăл темĕнле насус уçланă пек курăнать.
Кĕтмен çĕртен килсе тухнă танлаштару Шангина килĕшрĕ. Шангин хăй ăссĕн кулса илчĕ. «Маттур ĕçлет Кариньков — терĕ вăл. — Çынсен кăкăрĕнчен савăнăçа пушар насусĕпе уçласа кăларать. Питĕ маттур!»
Çын шухăшне сиснĕ пекех, Кариньков хăлаçланма пăрахрĕ те зал еннелле вăрт çăврăнсă тăчĕ. Хайхи чăн хыçалта ларакан Риммăпа Шангина асăрхарĕ:
— Кая юлнисем — сцена çине, — команда пачĕ вăл. — Посторонним прошу удалиться!
Мăнтарăн вырăс чĕлхи, тӳсет çав!.. Ĕнтĕ хăй шучĕпе, Кариньков питĕ витĕмлĕ касса татрăм терĕ пулас. Анчах Шангина ун сăмахĕ кулăшла илтĕнчĕ: «Посторонним прошу удалиться». Тепĕр тесен, ытла тĕлĕнмеллиех те çук, унашкал вырăсла-чăвашла перкелешекенсем Шупашкарта та пайтах тĕл пулаççĕ.
Римма тăчĕ те сцена патнелле чупрĕ. Шангин клубран урама тухрĕ — «посторонний»... Яра пар, эппин, Кариньков, уçла савăнăçа, пушар насусĕпех уçла!..
Çапах та Кариньковăн чĕри çав териех чурăсланса ларнă-ши? Чурăс чĕре... музыка... пĕр-пĕринпе пачах килĕшмен япаласем. Тен, вăл ахаль кăна курнăçланать?! Хăйĕн влаçне кăтартасшăн?.. «Шишка тытăмĕ»... Çук, Кариньков юлташ, эпĕ ку ялта ют çын мар. Эс калашле, «посторонний» мар! Тепле тăрăшсан та, эс мана Çавал тăрăхĕнчен сивĕтеймĕн!..
...Ĕнер Микулайăн кунĕ Сольвейг юррипе пуçланнăччĕ. Кайран кун пăсăлчĕ. Асар-писер тапранчĕ. Халь, акă, клубран каллех питĕ çепĕç юрă илтĕнет. «Пирĕн яла пырса кĕрсен — калла тухма пĕлĕр-ши?» Анчах çамрăк агроном кăмăлĕ хуçăлчĕ. Ăна, ют çын вырăнне хурса, Кариньков клубран тухса кайма хушрĕ.
«Ир юрлакан макăрать», — теççĕ ваттисем. Ку сăмаха Микулай амăшĕ те час-часах калатчĕ. Çук, Микулай макăрма шутламасть-ха. Тата юрласса та вăл хăй юрламан, паян та ыттисем юрланине çеç илтнĕ. Мĕншĕн макăрмалла унăн? Вăл ача чухне те çемçешке пулман, кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте çумăр çутарман».
Çӳллĕ çуртсем тĕлне çитсен —
Хулари пек темĕр-и? —
шăранса тухать клубран.
«Хулари пек...» Хулапа танлашиччен Çавалкассен пайтах тапаланмалла-ха. Шкул ачисем, ав, ĕнер колхоз председательне «çăвăр автансем пек сăхса пĕтернĕ». «Пирĕн ялта нимĕнле савăнăç та çук», — теççĕ вĕсем. Кариньков, авă, савăнăçа пушар насусĕпе уçласа кăларасшăн. Çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ. Шĕшлĕ Çеменĕн шучĕпе, ялта ӳлĕм машинăсем çеç тăрса юлаççĕ — «тимĕр-тăмăр».
«Мĕн-ха вăл савăнăç? — Микулай, ниçталла кайма пĕлмесĕр, клуб умĕнче шухăша кайса тăрать. — Савăнăç тени уявсенче кăна мар, юрă-ташăра кăна та мар, кулленхи пурнăçра пулмалла. Этем мĕнпур ĕçе савăнса, юрла-юрла тумалла. Савăнăç — пурнăç витаминĕ. Чун туртакан ĕç, çунат хушакан ĕç, — акă мĕн кирлĕ этеме! Акă ăçта вăл чăн-чăн савăнăç!..» Микулай хай шухăшĕнчен хăех именчĕ: «Ытлашши хитре сăмахсем!..» Пуçа чиксе ĕçе парăнмалла. Кулленхи ĕçре савăнăçĕ те, чун канăçĕ те тупăнать. Йăлтах этемрен хăйĕнчен килет: ĕçле, тăрăш, илемлет пурнăçа, ан тив, савăнăç ĕмĕр сӳнми хĕвел çути пек ялкăшса тăтăр! Эсĕ çав ĕмĕтпе килнĕ-çке яла, Шангин юлташ!..
Чипер хĕрсем ăшшăн пăхсан —
Савни теес килмĕ-и?
Пирĕн яла пĕрре пырсан —
Татах килес темĕр-и? —
чуна илĕртсе шăранать юрă кĕвви.
Шангин колхоз садне çитсе курма шут тытрĕ. Правленире, паллах, паян никам та çук. Колхоз председателĕ Сармаев, ыттисем пекех, канать пулмалла. Садра халĕ — ырлăх. Улмуççисем чечеке ларнă. Клубри çамрăксем те çавăн çинченех юрлаççĕ, авă.
Пирĕн колхоз садне çитсен —
Вăй картине кĕмĕр-и?
Тен, унта чун уçăлĕ. Çавал хĕррипе утнă май, Шангин виçĕмçулхи юрă праçникне аса илчĕ. «Маяк» колхоз çыннисем çуллахи пысăк уявсене Камай вăрманĕнчи Чаканак уçланкинче ирттереççĕ. Уçланкăн пĕр пуçĕнче чус-хăма çапса тунă сцена пекки пур. Сцена умĕнче тенкелсем çук вара. Ларас текенсем тӳрех çерем çине лараççĕ, тăракансем ура çинчех тăраççĕ. Уяв пуçланиччен кĕске вăхăтлăх пуху пулать: ĕçре мала тухнисене палăртаççĕ, парнесем параççĕ. Унтан колхоз хорĕ юрласа кăтартать. Чăн юлашкинчен — акатуй. Çамрăксем тĕрлĕ спорт вăййисем выляççĕ: ăмăртмалла чупаççĕ, сикеççĕ, кĕрешеççĕ.
Виçĕмçул колхоз хорне пĕр учительннца ертсе пыратчĕ. Вăл урăх яла качча кайнă иккен. Ун вырăнне халь Кариньков...
Çамрăк агроном ассăн сывласа илет. Унăн чĕри лăпкă мар, ăшĕ вăркать, пуçĕнче темле такмак вĕлтлетсе тăрать.
Утса çӳренĕ çулсем,
Чупса çӳренĕ çулсем.
Асамат кĕпер пек юлчĕç
Иккĕн çӳренĕ çулсем...
Виçĕмçулхи юрă уявĕнче Нина Ювашева тухса ташлани халь те куçрах… Малтан вăл ялти чăваш хĕрĕн ташшине ташларĕ. Çийĕнче шурă пурçăн кĕпе, умĕнче сенкер пурçăн саппун, пуçĕнче сарă пурçăн тутăр. Ури утни сисĕнмест, хулпуççийĕ кăлт сикмест — чăп-тулли шыв кăкшăмĕ лартсан та тăкăнас çук. Пĕвĕ хурăн пек яштака. Ташши купăс çеммипе пĕр тикĕссĕн юхса пырать. Шыв пек юхать, теççĕ кун пек чух. Унччен те пулмарĕ, Нина тутар хĕрĕн тумĕпе тухрĕ. Çӳхе пурçăн шăлавар, шултра чечеклĕ пурçăн кĕпе, тăваткăлласа çыхнă пурçăн тутăр. Сцена çинче хĕр мар, чечек çыххи çаврăнать. Чăн-чăн çавраçил!..
Тепĕр самантран Нина вырăс хĕрĕ пулса тăчĕ. Тахăш вăхăтра тумне улăштарма ĕлкĕрет — сиссе те юлма çук. Нина çийĕнче халь ĕнтĕ вырăс тумĕ, уринче çӳллĕ кĕлеллĕ тăпăл-тăпăл хром атă, пуçĕнче — вăрман чечекĕсенчен çыхнă тем пысăкăш пуçкăшăлĕ. Вырăс хĕрĕсен ташши — çуйкăн та шухă ташă. Нина сцена çинче ури çĕре перĕнми вĕçсе-вăркăнса çӳрет, унтан çӳллĕ атă кĕлисемпе пăрçа тăкнă пек тăпăртаттарать. «Их-их, их-их!» — шăкăлчи евĕр янратать хăй уçă сассине.
...Халĕ Хадаровсен хӳмисем çине йĕплĕ пралук карнă. Сăнчăрта — йĕкел куçлă усал йытă. Нина пĕр-пĕр концлагерьти пек хĕн курса пурăнать. Ăна лаша вырăнне ĕçе кӳлсе янă та, хунямăшĕ, çав Ăçтиçук-Таçук, куллен ĕслетсе-хистесе кăна тăрать.
Пĕр çулхине, виççĕмĕш курса куçсан, Шангина институтри профком канмалли çурта кайма путевка панăччĕ. Таçта инçете мар, Ильинкăна. Çавăн чухне Микулай канмалли çурт библиотекинчен Дантен «Турă комедине» тата Руставелин «Тигр тирĕпе витĕннĕ витязь» поэмине илсе вуланăччĕ. Поэзие юратать Микулай. Кун пирки çывăх юлташĕсем час-часах тăрăхласа кулатчĕç: «Агроном-поэт тыр тума пĕлет, сăвăсем акать, булкăсем вырать», — тетчĕç.
Руставели поэми ăна паян ахаль мар аса килчĕ-ха, Хадаровсен йытти çыртсанах, вăл хăйĕнчен хăй «кушак тирĕпе витĕннĕ витязь» тесе тăрăхлатчĕ. Халь унăн хăйне тата хытăрах питлесси килчĕ. Чăн та, епле-ха капла? Руставели геройĕ Тариэл, хăйĕн чун савнине Нестан-Дареджана хăтарас тесе, тĕнчере нимрен те хăраса тăмасть. Вăл чи хаяр тискер кайăксемпе çапăçать, çĕнтерет вĕсене, юлашкинчен çӳллĕ тусем хушшинчи чул крепоçе çĕмĕрсе кĕрет, юратнă хĕрне усал тăшман аллинчен çăлать-çăлатех.
Çав крепоçпе танлаштарсан, Хадаровсен юман хӳми мĕн вăл! Вĕсен йытти те пĕр-пĕр арăслан-тигр мар. Апла мĕншĕн хăтараймастăн-ха эсĕ, Микулай тусăм, «тамăкра» асапланакан мĕскĕн чуна? Мĕн нăйкăшса çӳретĕн?.. Е санăн юну пулă юнĕ пек сивĕ-и?..
18
Колхоз сачĕ питĕ меллĕ вырăнта, Çавал шывĕн кăнтăралла вашăкланса анакан сулахай çыранĕнче, хĕвеле хирĕç сарăлса ларать.
Мăн Çавалкас ялĕнчен пуçласа Тури Çавалкаса çити пĕтĕм çыран хĕррине талккăшĕпех юр хӳсе кайнă тейĕн.
Тĕлĕннипе çамрăк агроном тăпах чарăнчĕ те пĕр хушă аякран сăнаса-киленсе тăчĕ.
Ĕнтĕ садсем чечек çурсан,
Шур юр çунă темĕр-и?
Савăнăç!.. Çутçанталăкăн кашни тапхăр валли хăйĕн сăнĕсем пур. Хăйĕн мехелĕ — хăйĕн хĕвелĕ. Çуркунне пĕр тĕрлĕ илем, кĕркунне — тепĕр тĕрлĕ. Ваттисем калашле, çуркунне — чечекĕ, кĕркунне — курланки.
Анчах Микулай кăкăрĕнче çак самантра савăнăçпа пĕрлех темĕнле тунсăх кăмăл та хускалса хăпарчĕ. Ăçта эсĕ, тăван ял? Халь унта та улмуççисем чечекре ĕнтĕ. Чӳрече умĕнче Микулай хăй аллипе лартнă улмуççи çитĕнет. Еплерех хĕл каçрĕ-ши вăл? Шăшисем тапăнмарĕç-ши ăна? Халĕ чечекĕ мĕн тĕслĕрех-ши? Чăлт-шурă е кĕренрех?
«Маяк» колхоза килнĕренпе пулса иртнĕ пăтăрмахсем хыççăн, тин кăна клубра Кариньков кӳрентернĕ хыççăн Николай Шангин колхозри парторганизаци секретарĕпе калаçса пăхма шут тытрĕ.
Петр Иванович Уруков — сад ăсти. Шангин ăна пĕр хутчен çеç тĕл пулма ĕлкĕрнĕ. Садра мар, колхоз правленийĕнче. Лайăххăн ларса та, куçа-куçăн тăрса та сăмахлайман. Теплерех çын ĕнтĕ вăл, Уруков? Тен, пĕр-пĕр чурăс чĕре?! Сăнĕ-пичĕ типшĕм, пĕвĕ-сийĕ ырхан. Ырхан этем хаяр пулакан. Таса хăмăр куçĕсем вара çынна тӳрех куçран тĕллесе пăхаççĕ. Шăтарасла.
Паян колхозра канмалли кун пулнă май, Уруков ĕçе тухмасан та пултарнă. Паллах, унăн та килти пахчи пур. Вăл та, ыттисем пекех, хăй пахчинче чаваланать-тĕр. Юрĕ-çке, темех мар. Микулай, эппин, сад курса çӳрĕ, вăркаса тăракан чунне уçă сывлăшра лăплантарĕ.
Хайхи шăп та лăп сад пахчи умĕнче ăна пĕр хура хĕр хуса çитрĕ. Микулай çаврăнса пăхрĕ те тĕлĕнчĕ: — Лида!
Хăвăрт утнипе хĕрĕн шурă тутăрĕ каялла — çурăмĕ çинелле шуса аннă. Çивĕтрен вĕçерĕннĕ хура çӳç пайăркисем çамки урлă сапаланнă. Хăй хашка-хашка сывлать, икĕ хулпуççинĕ хăвăрт-хăвăрт сиккелет. Тĕксĕм хура куçĕсем хĕлхем сапсах çунаççĕ.
Лида — Нинăн чи çывăх хĕр-тусĕ. Ахальтен мар вăл çакăн пек хыпăнса ӳкнĕ. Ахăртнех, Нинăран пĕр-пĕр хыпар илсе килнĕ.
— Çыру, — терĕ Лида шăппăн. — Нинăран çыру!.. Вăл, каччăран кăшт аяккалла пăрăнса, саппун хĕвĕнчей виç кĕтеслĕ пĕчĕкçĕ конверт кăларчĕ.
— Акă, — Лида вăтанннпе пуçне пĕкрĕ, шурă тутăрне тирпейлесе çыхрĕ. — Эсир кунталла килнине чӳречерен куртăмăр, — терĕ вăл. — Нина пирĕн пата пынăччĕ... Халĕ те пирĕн патрах...
Хĕр, хăйĕн сăмахне пăрçа сапнă пек сапса, мĕнле килнĕ çаплипех вăрт çаврăнчĕ те Мăн Çавалкас çулĕпе каялла вĕçтере пачĕ.
— Лида, тăхта-ха! Лида!.. |
Анчах хĕрĕн пуçĕнчи шурă тутăрĕ варкăшни çеç курăнса юлчĕ.
«Нина пирĕн пата пынăччĕ... Халь те пирĕн патрах...» Тен, Лида хăйсем патнех пыма систересшĕн пулчĕ Микулая?!. Тен, Нина унпала тĕл пулса сăмахласшăн?!.
Акă унăн аллинче виçĕ кĕтеслĕ пĕчĕкçĕ конверт. Хут татăкĕ. Анчах вăл кăвар пек пĕçерет, ал тупанне çунтарать. Апла вăл хут татăкĕ мар, этем чĕри. Чĕрĕ чĕре. Этем чĕрине хут çине ӳкернĕ чухне виç кĕтеслĕрех ӳкереççĕ. Кĕтессисем çеç çаврака.
Микулай çырăва сасартăк уçса вулама та именсе тăчĕ. Пĕтĕм ĕмĕт çак хут татăкепе татăлсан, вара епле?
Конверчĕ çине нимĕн те çырман, икĕ саспалли çеç лартса хунă: «Н. Ш.» Ку саспаллисен тупсăмне тĕрлĕрен тупса вулама пулать: «Николай Шангин...» «Нумай Шавлатăн...» «Нина Шарламасть»...» «Нинăна Шан...»
Юрĕ! Мĕн пулать те мĕн килет: çырăва уçмалла, вуламалла!
Микулая чăн малтанах Нина алли савăнтарчĕ. Виçĕмçултанпа вăл нимĕн те улшăнман: саспаллисене, шăрçа витĕрнĕ пек, пĕр тикĕссĕн эрешлесе çырса пырать. Шкул ачи каллиграфи урокĕнче экзамен тытать тейĕн.
Пĕр сыпкăм шыв сыпнă евĕр, Микулай çырăва самантрах вуласа тухрĕ. Акă вăл, Нина çырăвĕ:
«Хисеплĕ Н. С.
Сире кĕтмен çĕртен чăрмав кӳнĕшĕн малтанах каçару ыйтатăп. Анчах çырмасăр тӳсеймерĕм. Чĕре макăрать... Сире тепĕр хут тĕл пуличчен пурнăçăм йăлтах пĕтнĕ тесе шутланăччĕ. Хăрнă хунав, типнĕ чечек... Сире тĕл пулсан та, малтанах пĕтĕм сехре хăпрĕ. Таçта çĕр айнех путса анма хатĕрччĕ... Шухăшăмсем пăтранаççĕ... Çырăва йĕркеллĕ çыраймастăп, калас тенине калаймастăп... Çапах та ан кулăр! Пушкинăн Татьяни пек ăстăнăм çитсен, сăвăласа çырнă пулăттăм. Ăстăнăм ăшăх, чĕлхемçĕм мăка... Каçарăр!..
Ытла та айван ӳснĕ çав эпĕ анне çунатти айĕнче. Чăх чĕппи. Хурчка тытса каясси çинчен те шутламан. Маншăн пĕтĕм пурнăç çурхи кăн-кăвак тӳпе пек, чечеклĕ улăх пек курăннă. Çынсем пурте ырă пулнă маншăн. Пурне те шаннă эпĕ, пурне те ĕненнĕ. Шаннă йăвара кайăк çук, теççĕ.Пин хут каласан та, тĕрĕс сăмах. Хам шаннă çынна кĕтсе илеймерĕм, ĕмĕтленнĕ телее тупаймарăм... Тĕнчере хура чунлă усал çынсем пуррине те питĕ кая юлса пĕлтĕм. Никам та мар, хам айăплă...
Каçарăр, айванлăхăма пулах Сире те ним çукран терт кăтартатăп. Çапах та... Çапах та çут тĕнчере саншăн кам та пулин тăрăшнине пĕлетĕн пулсан, сан чĕрӳ çăмăлрах тапма тытăнать. Тĕнчере сана хӳтĕлекен çын пур. Шанчăк хĕлхемĕ сӳнмеллипех сӳнмен-ха тетĕн вара хăвна ху. Хăш чухне çапла кĕл айĕнчи кăвар нумайччен тĕлкĕшсе выртаканччĕ...
Ах, пурăнассăм килет-çке!..»
Çыру çакăнпа татăлать. Ăна алă та пусман. Юлашки йĕркесенче тĕллĕн-тĕллĕн чернил сарăлса кайнă вырăнсем пур. Калăн, çыру çине ăнсăртран çумăр тумламĕсем пырса ӳкнĕ...
Мăнтарăн!.. Чун асапĕсĕр çырăнман ĕнтĕ ку çыру... Пăлтăрта çывăрнă май ир-ир асăрхатăн: пĕрене хушăкĕсенчен малтанах вăйсăр кăна шуçăм çути сăрхăнса кĕрет. Майĕпен, питĕ именĕçлĕн. Вырăн çинчен тăма иртерех-ха, тетĕн эсĕ. Ăш утиялпа пуç тӳпинченех витĕнетĕн те каллех тутлăн çывăрса каятлăн. Тепре вăраннă тĕле пăлтăрта ĕнтĕ илĕм-тилĕм шуçăм çути мар, мĕнпур хушăксенчен хĕвел çути ялкăшса кĕрет. Пăлтăр тĕксĕмлĕхĕнче хĕвел пайăркисем ылтăн хĕлхемсем пек курăнаççĕ. Пӳрне вĕçĕпе кăшт сĕртĕн кăна, вĕсем тĕлĕнмелле илемлĕн янăраса кайĕç...
Нина çырăвне вуланă хыççăн çак сăнлăхсем Микулай куçне кĕретĕнех курăнчĕç. Çырури хурлăхлă та салхуллă сăмахсем хушшипе таçтан инçетрен кăшт çеç палăракан шуçăм çути йăлтăрса килнĕ пек туйăнать. Халлĕхе шуçăм çути кăна-ха. Именĕçлĕ çутă. Çапах та унта темĕнле шанчăк хĕлхемĕ пурри сисĕнет.
Виçĕмкун çеç-ха Лида çамрăк агронома Нинăн йывăр шухăшĕсем çинчен пĕлтернĕччĕ. «Кĕлрен вутă тăвас çук», — тенĕччĕ ун чухне Нина. Халь авă çырура урăхларах сасă илтĕнет: «Кĕл айĕнчи кăвар нумайччен тĕлкĕшсе выртаканччĕ...»
Сисетĕн-и, Микулай тусăм, тамăкри пек асапланакан Нинăна майĕпен те пулин «чун кĕрет».
Вăхăт çитсен, малтанхи шуçăм çути вырăнне хĕвел çути те ялкăшма тытăнĕ-ха.
Микулайăн кăмăлĕ çĕкленчĕ. Ăна ĕнтĕ çурхи кăнтăр çилĕ тата ăшшăнрах вĕрнĕ пек, хĕвел те халичченхинчен ыррăнрах çутатнă пек туйăнчĕ. Çак туйăмпа вăл колхозăн аслă улма пахчине кĕчĕ.
Аякран пахча юр хӳсе кайнă евĕр курăнатчĕ. Çывăхран ку сăнлăх пĕтĕмпех улшăнчĕ. Пахчара темиçе пин улмуççи те пур-тăр. Çук, вĕсем çинче юр мар. Юр вăл сивĕ япала. Кунта кашни йывăç юмахри тĕлĕнмелле фонтан пек курăнать. Чăнах ара! Микулайăн пуçĕнче урăхла танлаштару та çук. Кашни улмуççи — фонтан. Çурхи хĕвел ăшшипе тулса килнĕ çăра çĕр сĕткенĕ ниçта шанăçайми кăпăкланса тапать. Шап-шурă кăпăк!
Николай Шангин, художник пулнă пулсан, çак «чĕрĕ фонтансене» чи сĕткенлĕ сăрсемпе ӳкерсе илĕччĕ, композитор пулнă пулсан — чи çепĕç кĕвĕ шăратса кăларĕччĕ, поэт пулнă пулсан — чи илемлĕ сăвă çырĕччĕ.
Анчах вăл художник мар, композитор мар, поэт та мар, ахаль агроном кăна.
Чăн та, студент чухне хăйĕн юлташĕсемпе агрономăн пурнăçри тивĕçĕ пирки тавлашнă май, Николай Шангин час-часах чунтан вĕриленсе çапла калатчĕ:
Куçа çĕр çинчен çăлтăрсем патне çĕклеме пĕлмелле! — тетчĕ вăл. — Сысна, авă, хĕвеле çулталăкра икĕ хутчен кăна курать. Сысна какайне тепле юратсан та, тĕнче çине Хаврунь инке куçĕпе пăхас марччĕ пирĕн!..
Хăйĕн сăмахĕ ĕненмеллерех пултăр тесе, Шангин кравать айĕнчи чăматанĕнчен йăпăр-япăр кĕнеке туртса кăлараканччĕ: К. А. Тимирязев. «Ӳсентăранăн тĕнче уçлăхĕнчи вырăнĕ». Ӳсентăран... Сăмахĕ, чăн та, кăшт прозăллăрах илтĕнет-ха. Анчах аслă вырăс ученăйĕ ӳсентăран пурнăçĕ çине поэт куçĕпе пăхнă.
Институтри юлташĕсем Шангина вара хăйĕн такмакĕпех тавăратчĕç:
Урам урлă — гастроном,
Чупса каç-ха, агроном,
Илсе кил пĕр çуррине,
Çуррине те çуттине!..
Шангина кун пек чух вара пĕтĕмпех «вут хыпса» илетчĕ... Юлташĕсем тăрăхланине хирĕç вăл хыçсăр пукан çине улăхса тăратчĕ те, Тимирязев кĕнекине уçса, сăвă вуланă пек вулама тытăнатчĕ:
— Итлĕр, Хаврунь инке хурăнташĕсем! Тĕнчери пĕр ăслă çын акă мĕн çырнă: «Ешĕл çулçă, е, тĕрĕсрех каласан, куçа курăнми хлорофилл пĕрчи — тĕнче уçлăхĕнче хăйне кура пĕр пĕчĕк пăнчă, çав пăнчă патне пĕр ечен — хĕвел ăшши, тепĕр енчен вара çĕр сĕткенĕ туртăнать. Çапла ӳсентăран çĕрпе пĕлĕте çыхăнтарать. Вăл — чăн-чăн Прометей, пĕлĕтрен кăвар туртса илет. Вăл илнĕ хĕвел пайăрки хăйă çутинче те, электричество хĕлхемĕнче те ялкăшать. Хĕвел пайăрки пăспа ĕçлекен тĕлĕнмелле пысăк машинăн улăпла кустăрмине те çавăрать, художник аллинчи сĕркĕче те чун кĕртсе хускатать, поэт аллинчи перона та хут тăрăх хавхалануллăн чуптарать!» Ăнланатăр-и, мĕн вăл ӳсентăран? Эх, эсир те çав агрономсем-гастрономсем!
— Хэй, пуçларĕ ĕнтĕ çил арманĕ хăлаçланма! — тетчĕç юлташĕсем, вара алă сулатчĕç те общежитирен туха-туха каятчĕç.
Кам пĕлет, Николай Шангин институтра чухне, тен ытлашширех те кĕнекеçĕ пулнă. Анчах халь, акă, умри чечеклĕ улмуççи çине епле алă сулăн-ха? Çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕ! Вăл шап-шурă чечек айĕнче. Унăн çулçисем те палăрмаççĕ. Кĕçех улмисем чăмăртанмалла. Улмуççи тымарĕсем çĕр айĕнче куллен куçа курăнми ĕç туса пынипе тăпрари чĕрĕ мар япаласем, чĕрĕ сĕткен пулса, йывăç вуллипе турачĕсем тăрăх çӳлелле тапса хăпараççĕ. Çăра çĕр сĕткенĕпе ырă хĕвел ăшши, хĕвел çути пĕрлешет. Тăпрари тутлă çимĕçсем, çумăр шывĕ, хĕвел ăшшипе çути — акă мĕнле ырă япаласем пĕтĕçсе тăраççĕ панулминче, ытти нумай тĕрлĕ çырла-çимĕçре. Тата этем ăсĕпе вăйĕ. Вĕсем те çав çимĕçсенчех чăмăртанаççĕ.
Пĕр харăсах тем тери вăйлă шухăшсем капланса килчĕç çамрăк агроном пуçне. Икĕ енчен çăра ухлĕм курăк шăртланнă сукмакпа утнă май, пахчара вăл халлĕхе никама та тĕл пулаймарĕ-ха. Таçта кăшт тăварах, Çавал хĕрринче, ача-пăча сассисем илтĕнеççĕ. Çав тĕлтенех пĕлĕтелле çăра шурă тĕтĕм йăсăрланса хăпарать. Тĕтĕм çӳлелле туртăнсан, çумăр таврашне хăвăртах кĕтме çук, теççĕ. Çумăрĕ кирлĕччĕ ĕнтĕ. Кăçал юр кайса пĕтнĕренпе тумлам та ӳксе савăнтармарĕ. Çанталăк пĕр вĕçĕм вĕри тăрать. Ăшă çеç мар, чăн-чăнах вĕри. Пыл хурчĕсем савăннă авă — чечеклĕ улмуççисем çинче антăхса кайсах сĕрлеççĕ.
Çамрăк агроном, енчен енне пăхкаласа, ерипен утать. Унччен те пулмарĕ, пĕр улмуççи тĕлне çитсен, вăл тăпах чарăнса тăчĕ. Мĕн илĕртрĕ-ха унăн куçне? Çак улмуççи ыттисем пекех чечекре, ыттисем пекех çамрăк, парка хунавлă. Çапах та нумай-нумай улмуççирен ăна асăрхамасăр ниепле те иртме çук. Унăн çутăрах хăмăр вулли малтан тӳп-тӳррĕн çӳлелле улăхать, пĕр метр-метр çурăран турачĕсем пуçланаççĕ. Вĕсем, ытти улмуççисенни пек, аяккалла тармакланса ӳсмеççĕ, вулли çумĕнчен кăшт авăнса уйрăлаççĕ те çӳлелле яшт тӳррĕн хунавланса туртăнаççĕ. Чечекĕсем чăлт шурă çеç мар, çеçке тĕпĕ кăшт сарăрах, çеçке вĕçнелле вара сарă тĕс майĕпен кĕренленсе пырать. Халлĕхе вĕтĕ кăна çулçисем сарăрах симĕс пурçăн тĕслĕ çуталаççĕ. Ăçтан-ха ĕнтĕ çак йывăçа чунсăр тейĕн? Чĕрĕ вăл, чунлă!.. Епле-ха ăна ялти чи хитре сарă хĕрпе танлаштармăн?
Сарă хер... Шухăшларĕ те Микулай сасартăк çӳçенсе илчĕ. Чĕри ыратса пăчăртанчĕ... Нина виçĕмçулхи юрă уявĕнче чăваш хĕрĕн ташшине ташланă чухне шăпах çак улмуççи евĕр курăнатчĕ. Çийĕнче — шурă пурçăн кĕпе, умĕнче — сенкер пурçăн саппун, пуçĕнче — сарă пурçăн тутăр... Тĕлĕнсе пăхса тăнăçем ĕнтĕ умри улмуççи те, халь-халь вырăнтан хускалса, чăваш хĕрĕн ташшине ташлама тытăнассăн туйăнать. Тулăх шыв юхнă пек, пĕр тикĕссĕн. Тĕлĕнмелле пулĕччĕ ку, анчах Микулай пĕртте тĕлĕнмĕччĕ...
Агроном ача-пăча сассисем илтĕннĕ çĕрелле, çăра шурă тĕтĕм йăсăрланса хăпарнă çĕрелле, çул тытать.
Çавал хĕрринчи хăйăрлă пушă вырăна тем пысăкăш кăвайт чĕртнĕ иккен. Аякран вăл такам тустарса пăлхатнă кăткă йăвине аса илтерет. Кăвайт йĕри-тавра хĕвĕшекен ачасем хăйсем те шултра кăткăсем евĕр курăнаççĕ. Агроном ăнланчĕ: ачасем колхоз садне пĕлтĕрхи çулçăран, тĕрлĕ хăрăк-марăкпа çӳп-çапран тасатаççĕ.
Кăвайт умĕнче аллине вăрăм шалçа тытнă вăтам пӳ-силлĕ çын тăрать. Шалçипе вăл çунакан кăвайт купине пăтраткалать, сывлăша вара çулăмпа хĕлхем кĕлти урăм та сурăм йăтăнса хăпарать.
Пахчара тин кăна-ха çил çукчĕ. Кăвайт патнелле çывхарса пынăçем Микулай таçтан çил варкăшнине те сисе пуçларĕ. Унăн питне пĕрре уçă сывлăш, тепре вĕри сывлăш киле-киле çапать. Сывлăша тĕлкĕшсе хăпарнă хĕлхемсем çийĕнчех сӳнеççĕ, таврари сарă хăйăр çине çăмăл юр пĕрчисем майлă тăкăнаççĕ.
Кăвайт умĕнчи çын вут купине татах та татах пăлхаштарать, татах та татах сывлăша çулăмпа хĕлхем кĕлти вăркăнать. Çынни хайхи Уруков пулчĕ иккен, Петр Иванович.
— Вут шăхăрсан — хăна килет, тенĕ ваттисем, — тĕтĕмрен пăрăнса, чалăшшăн кулса илчĕ вăл. — Мĕн иртенех паян вут шăхăра-шăхара çунать.
— Анчах кăварĕ аяккалла сиксе ӳксен, усал çын килет тенĕ сăмах та пур, — кулкаласах хуравларĕ агроном. — Асаттерен илтнĕччĕ...
— Юрĕ-çке, ваттисене тивер мар, тĕшмĕше те ĕненер мар — терĕ Уруков, агронома алă парса. — Ну, мĕнле, колхоз ĕçĕ-хĕлĕпе паллашайрăн-и?
Паллашкаларăм... çиелтен...
— Ара, ĕнтĕ, тĕплĕн паллашма вăхăт кирлĕ. Шаларах кĕмелле... Пĕр-пĕрне пĕлес тесен, пĕр пăт тăвар çимелле, теççĕ.
— Тăварĕ килнĕ-килменех тупăнчĕ-ха вăл, — пĕр шухăшламасăр персе ячĕ Шангин, вара, хăйĕнчен хăех именсе, сăмах-юмаха урăх çĕрелле пăрма васкарĕ. — Паян пĕтĕм халăх канать, эсир...
— Эпир ĕçлетпĕр, — сăпайлăн хушса хучĕ Уруков. — Пахчара хĕрӳ вăхăт. Çулçă кăлариччен, унтан чечеке лариччен мĕнпур йывăçа химикатсемпе икĕ хут сирпĕтсе тухрăмăр. Пĕлтĕрхи çулçа пуçтарма ĕлкĕреймерĕмĕр. Паян акă шкул ачисем пулăшма килчĕç. Маттур ĕçлеççĕ ачасем!..
Уруковпа Шангин сăмахланă хушăра хăйсем те сисмен, йĕри-тавра пĕр ушкăн ача кĕпĕрех пухăннă. Хăлхисене чăнк тăратнă вĕсем. Уруков çакна асăрхарĕ те хайхи:
— Ачасем, — терĕ, хăтăранçи туса, — сирĕншĕн кам ĕçлет-ха ĕнтĕ? Кам ĕçлет? Кипек шкулĕнчен килмĕç, Тукас шкулĕнчен тухмĕç. Хамăрăнах ĕçлемелле. Хăвăртрах, ачасем, хăвăртрах! Пуçтармалли-тасатмалли нумай-ха...
Каçăр сăмсаллă, куккук тĕрриллĕ пĕр ачи ним чĕнмесĕр пăрăнчĕ те çунакан кăвайт çинелле шăл витĕр вăрăммăн чăртлаттарса сурчĕ.
— Ай-яй-яй, — çавăнтах хулпуççинчен пырса тытрĕ ăна Уруков. — Епле вирлĕ суратăн эсĕ! Анчах асту: вут çине сурсан, тута çине кĕсен тухать, теççĕ.
— Пирĕн тухас çук! — хирĕç патлаттарчĕ ача. Уруковпа Шангин пĕр-пĕрне кăн-кан пăхса илчĕç.
Ачасем чечеклĕ улмуççисем хушшине кĕрсе çухалчĕç.
— Кам ачи ку? — кăсăкланса ыйтрĕ агроном.
— Шишликовăн, — хуравларĕ сад ăсти. — Ашшĕне ялта Шĕшлĕ Çеменĕ тесе чĕнеççĕ. Пурне те тĕрĕслет, хăй ниçта та лайăххăн ĕçлемест. Халь пушар лупасĕ айне кĕрсе ларчĕ. Дружина начальникĕ. Тем тесен те пуçлăх!
— Пĕлетĕп! — терĕ Микулай. — Нимĕн те калаймăн: Шĕшлĕ-тĕк Шĕшлĕ. Унăн хăйне евĕр юрри пур: колхозра ӳлĕм машинăсем анчах тăрса юлаççĕ имĕш. Тимĕр-тăмăр...
— Сулъях пакăлти! — Уруков кăвайта тарăхсах пăлхаштарма пикенчĕ. — Сăмах авăртма пурте ăста, ĕçлекенсем çеç таçта!..
Хытхура тунисем, улмуççисем çинчен касса пăрахнă ытлашши хунавсемпе хăрăк туратсем вут ăшĕнче çĕленсем пек авкаланса çунаççĕ, кĕçех пĕр пысăк çăмха пулса тăраççĕ, чашкăраççĕ, çулăм чĕлхисене кăларса, пĕр-пĕрне сăха-сăха илеççĕ, шĕвĕркке сăннисемпе сывлăшалла кармашаççĕ.
Пĕтĕм йăх-ях, мĕнпур хурт-кăпшанкă вĕтелентĕр, çунса кайтăр, — хушса хурать Уруков, кăвайта пăлхаштарнă май. — Шăрки-çăмарти те ан юлтăр. Пĕтĕм усал-тĕсел вутра ăшалантăр!.. Çĕр тасалтăр, сывлăш тасалтăр!..
Агроном пăхăть те Уруков çине, шухăшлать: «Пурнăçра та вăл çак кăвайт умĕнчи пекех пулсанччĕ!..»
Уруковăн ырхан сăн-пичĕ хĕрелсе кайнă, кĕтесленсе тăракан янах шăммисем вут çутипе çуталаççĕ. Унăн питне, чăн та, чултан касса тунă тейĕн. Чултан касса тунă та çийĕнчен вара хĕвелпе çил, çумăрпа юр хăйраса якатнă. Тĕксĕм хăмăр куçĕсенче кăвайтран пăлханса хăпаракан хĕлхем çути ялкăшать.
«Ахальтен суйламан-тăр çав ăна парторганизаци секретарьне, — хăй ăссĕн шухăшлать çамрăк агроном. — Ун сăн-сăпатĕнче темĕнле хăват пур. Сад ăсти... Çакăн пысăкăш сада пăхса ӳстерме канăçсăр чĕре кирлĕ... Чĕресĕр чечек чĕртеймĕн. Усал çын куçĕнчен ухлĕм курăк та хăрать, теççĕ. Калам та кăтартам, акă, пĕтĕм хуйхăм-суйхăма. Тен, ăнланĕ?! Кун пек çын чунĕ чурăс пулас çук-ха. Улмуççине хăрăк туратпа сыпмаççĕ».
Çапах та сăмах пуçламалли мелне хăвăртах тупаймарĕ Микулай.
— Таврара çил çук, вут çывăхĕнче çил тухать, — терĕ вăл аякран шак хурса.
— Вут çуннă çĕрте яланах çил, — ытахальтен хушса хучĕ Уруков. — Çĕрнĕ çĕрте — шăршă кăна.
— Хими, — кулса илчĕ агроном.
— Хими çеç мар, — терĕ сад ăсти. — Пурнăç...
— Химисĕр пурнăç çук, — лăпкăн хуравларĕ агроном.
— Вăл çапла-ха, — килĕшрĕ сад ăсти. — Эпĕ хута нумаях вĕренеймен. Тавлашма пултараймастăп. Анчах тепĕр çын — чăн-чăн вутпуççи. Хăй çуннă пек туйăнать — çулăмĕ курăнмасть, тĕтĕмĕ çеç йăсăрланать.
— Эсир хамăр колхоз председателĕ пирки мар пуль те? — чеен куç хĕсрĕ Шангин. — Ман шутпа, ытла та мăраланчăк этем вăл. Шыва май ишекен пĕрене...
— Чим, — пӳлчĕ ăна Уруков. — Эсĕ, çамрăк тусăм, ытлашши васкавлă выводсем тумастăн-ши?
— Пĕлместĕп, — хулçпуççине кăлт сиктерчĕ агроном. — Анчах мана хамăр колхозри... Каçарăр, виçĕ кун çеç пурăнатăп пулин те, эпĕ хамăр колхоз теме хăятăп. Çапла, хамăр колхозри хăшпĕр япала мана питĕ килĕшмест.
— Çавă ĕнтĕ... Çĕнĕ çын куçĕ ытларах курать...
— Çук, çук, эпĕ председателе тиркесе каламастăп, — хăй шухăшне ăнлантарма васкарĕ Шангин. — Эпĕ пĕр япалана та пуçхĕрлĕ çавăрса лартма шутламастăп. Александр Васильевич Сармаев — лайăх çын. Ăсĕ те пур, опычĕ те çук мар. Çапах та...
— Çапах та ватăлчĕ пуль çав, — терĕ Уруков, агронома пӳлсе. — Ывăнни те сисĕнет... Пĕр урапана вунçичĕ-вунсакăр çул хушши пĕр тăтăш сĕтĕр-ха...
— Урапана сĕтĕрсен, паллах, савăнмалли сахал, — халь ĕнтĕ кĕретĕнех шăрпăк лартса хучĕ Шангин. — Урапа тени юрăри пек çăмăллăн кăлтăр-кăлтăр кусса пымалла.
Уруков сăнĕ тĕксĕмленчĕ, çамрăк агроном кăшт ытларах чăрсăрланни ăна килĕшмерĕ.
— Калаçма çăмăл, — терĕ вăл. — Юрлама тата çăмăлрах... Кăлтăр-кăлтăр кустăрма...
— Аплах-ши, Петр Иванович? — иккĕленнĕ пек пулчĕ Шангин. — Эпĕ клубра халь çеç куртăм: унта пĕри чип-чипер хаваслă юрра насуспа уçласа кăларать... Пушар насусĕпе..
— Ăнланаймастăп...
— Эп хам та ăнлансах çитерейместĕп çав...
— Ларар-ха, — Уруков аллинчи шалçана пăрахрĕ те çыран хĕрринчи çерем патнелле утрĕ. Ун хыççăн — Шангин. Вĕсем, урисене çырантан аялалла усса, çерем çине ларчĕç.
19
Ачасем, малтанхи пекех, питĕ хавасланса ĕçлеççĕ. Улмуççисем айĕнчен пуçтарнă çӳп-çапа çĕклемĕ-çĕклемĕпе йăтса тухаççĕ те вутта пăрахаççĕ. Вут шатăртатса çунать, çăра шурă тĕтĕм, çӳлелле йăсăрланса хăпарса, çурхи сенкер тӳпене тĕтĕрет. Çывăхрах Çавал шывĕ çуталать. Хитре пейзаж!..
Çамрăк агроном хăйпе юнашар ларакан парторганизаци секретарĕ çине куç хӳрипе пăхса илет. Уруковăн кулленхи хĕвелпе пиçĕхнĕ, çилпе кушăрханă пичĕ халĕ, кăвайт хĕрринче хĕртĕннĕ хыççăн, чăнласах пысăк вут-чӳлĕ пек курăнать. Ахаль чул кăна мар, вутчулĕ! Тăнлаври çыру çӳçĕпе куç хăршийĕсем шупкалса шуралсах ларнă. Пĕтĕм сăнĕ кăшт фотонегатив майлăрах: пичĕ тĕксĕм, куç харшийĕсем шурă. Халĕ çуркунне кăна-ха. Сад ăсти çав териех пиçĕхме ĕлкĕрнĕ пулсан, апла вăл хăйĕн садне юр кайса пĕтиччен нумай маларах тухнă. Çурхи хĕвелпе çил сăн-пите уйрăмах витерсе тĕксĕмлетет.
Тумĕпе парторг — йăлтах ялти çын. Пуçне кивĕ сăрă кепка тăхăннă, çийĕнче — хура сатин кĕпе те çăмăл пиншак, уринче — хулăн резин тĕплĕ кирза атă. Утнă чухне нӳрĕ хăйăр çинче танк иртнĕ пек йĕр юлать. Вут хĕрринче пăшăхнипе пулас, Уруков кĕпе çухине вĕçертсе янă. Пăхăсăн, хăй шăмă та шăнăр, анчах сывлăхĕ çирĕп пулас. Тимĕр пăта!..
Шангин иккĕленет: «Калас-ши, калас мар-ши? Ăнланĕ-ши, ăнланаймĕ-ши?.. Э-эй, тепĕр тесен, мĕн пулать те мĕн килет, калас!.. Шыва çырантан тӳрех сикмесен, нихçан та ишме вĕренеймĕн. Пирĕн хума хирĕç ишмелле!»
Вăл вара колхоза килнĕренпе хăй мĕн илтнине мĕн тӳссе ирттернине Урукова йăлтах каласа кăтартрĕ. Çитменнине, унăн чунĕ те тăвăнса çитнĕччĕ. Тăвăннине тулалла кăлармасан, чун тени чулланма тытăнĕ тата...
Чĕлхен чĕлпĕрĕ çук, чармасан чакакран та вĕçсе иртет. Хĕрĕх шăл витĕр тухни хĕрĕх яла çитет. Пĕр çăвартан кăларни çĕр хăлхана кĕрет.
Çамрăк агрономăн мыскарисене вăл хăй каласа паричченех Уруков лайăх пĕлнĕ. Пĕлнĕ те пăшăрханнă: «Пикенсе ĕçе тытăнас чухне мĕн амакĕ шыраса çӳрет-ха вăл? — тенĕ Петр Иванович хăй ăссĕн. — Йытăпа тытăçать... Çын çемйине хутшăнать... Çын арăмĕн сăнӳкерчĕкне диплом варрине чиксе çӳрет... Ăна çакăн пирки асăрхаттарсан, вăл комсомол комитечĕн секретарĕпе хирĕçет... Çав териех чăкăлтăш этем-ши ку агроном?.. Çамрăклах мăкăрти, мучи хăраххи?..»
Колхозра куллен мĕн пулса иртнине йăлтах пĕлет-ха Уруков. Ара, унăн пĕлмесен те юрамасть. Вăл — парторганизаци секретарĕ, колхоза ертсе пыракан юлташсенчен пĕри. Çапах та... тепĕр чухне пĕр япаланах икĕ çын икĕ тĕрлĕ ăнланать, пĕр ĕç çинех икĕ çын икĕ тĕрлĕ пăхать.
Кашни чул катăкĕнчех хĕлхем пур, анчах хĕлхемне çапса кăларма хĕнтерех, теççĕ. Петр Иванович Уруков суя е ултавлă çын мар. Вăл кашни ĕçрех чăннине, тĕрĕссине тупма тăрăшать. Çав вăхăтрах унăн хăйĕн кăлтăк-сăлтăкĕ, хăйĕн çитменлĕхĕ пур. Кашни этемĕнни пекех. Тепĕр тесен, ку вăл унăн çитменлĕхĕ те мар-ха. Çын хулпуççийĕ çине вырăнсăрах тĕрлĕрен йăх-ях çакса яма юрамасть...
Петр Иванович Уруков сад ĕçне парăннă. Пуçĕпех. Пĕтĕм чун-чĕрипе. Тĕлĕкĕнче те вăл садпа суйланать. Чĕрĕ йывăç-курăк, чĕрĕ çут тĕнче — акă мĕн илĕртет унăн кăмăлне пуринчен ытларах. Çур пурнăçĕ мар, пĕтĕм пурнăçĕ унăн садра. Хĕлле те, çулла та тухмасть вăл кунтан. Мĕнле çитменлĕх пултăр-ха ĕнтĕ çакă? Çитменлĕх мар, çакă вăл — этем пултарулăхĕ, тивĕçĕ, таланчĕ.Чун пахи!.. Такамшăн та паллă-çке-ха: чăн-чăн ĕç пĕтĕм чун-чĕрепе çунсан кăна пулать.
Анчах сад ĕçне пĕтĕм чунĕпе парăннă Уруков тепĕр чух колхоз пурнăçне тимлесех сăнаса пыраймасть. Ял-йыш хушшинче куллен мĕн пулса иртнине пĕлме пĕлет-ха вăл, çапах та кашни ĕçĕн тупсăмне тĕпĕ-йĕрĕпе тупса çитереймест. Е тата «çӳлтисене» кура вĕренсе юлнă йăла та пур: колхоз правленийĕ пилĕк кунта е вунă кунта пĕрре района тĕрлĕрен сводкасем парать. Эртел ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пынине çав сводкăсем тăрăх тĕрĕслесси Уруковшăн пурăна киле ансат меслет пулса тăнă. Çук, вăл бюрократ мар, çав хушăрах пĕр хăнăхнă йăларан хăтăлма та хĕнтерех.
Сада пула Петр Иванович час-часах тăван килне те манать. Ахальтен мар вăл хăш чухне:
— Арăм та мана сад çумне хушса кĕвĕçет, — тесе кулкалать.
Халь, акă, çамрăк агроном ăна Нина Ювашева çинчен каласа кăтартсан, вăл питĕ тĕлĕнчĕ. Уйрăмах Нина Ювашевăна комсомолтан тĕрĕс мар кăларнă тени хытă тĕлĕнтерчĕ ăна.
— Пулма пултараймасть, — терĕ вăл, ура çине сиксе тăрса. — Эсĕ кунта, çамрăк тусăм, тем пăтраштаратăн.
Шангин та, çерем çинчен тăрса, шăлаварĕ çумне çыпăçнă çӳп-çапа ал тупанĕпе çăт-çат çапкаласа тасатрĕ.
— Эсĕ, Петр Иванович, Нина Ювашевăна комсомолтан кăларнине вуçпех те пĕлмен-ши вара? — ыйтрĕ çамрăк агроном.
— Ăна пĕлнĕ-ха! Сăмах ун пирки мар... Сăмах... Эпĕ Нина Ювашевăна комсомолтан терĕс кăларнă тесе шутланă. Халь те çаплах шутлатăп.. Тĕрĕс кăларнă!..
— Тĕрĕ-ĕ-ĕс? — Микулайăн çунса тăракан хура куçĕсем кăшт кăна çамки çине сиксе тухмарĕç. — Епле-ха апла, Петр Иванович? Кĕтменччĕ!..
— Хе, кĕтменччĕ! — сисĕнмеллех шăртланчĕ Уруков. — Ялти ĕç-пуçа эпĕ лайăхрах пĕлетĕп-и е эсĕ? Тупăннă паттăр! Пĕрре аллипе сулать — тинĕс пулать, тепре сулать — тĕттĕм çĕрпе хĕвел кулать. Эс малтан ĕçлесе кăтарт! Вĕрентекенсем сансăрах нумай...
Юнĕ вĕресе хăпарнипе Микулайăн самантлăха куçĕ те курми пулчĕ. Парторганизаци секретарĕнчен вăл чăн та кĕтменччĕ кунашкал сăмах. «Ав кам пулăшать иккен Каринькова! — йĕп пек шухăш пырса тăрăнчĕ Микулай пуçне. — Вĕсем пурте пĕр майлă. Эпĕ шаннăччĕ... Эх!..»
Çамрăк агроном вăрт çаврăнчĕ те Çавал хĕррипе уттара пачĕ.
— Шангин юлташ, тăхта! — илтĕнчĕ хыçалтан Уруков сасси — Кӳренме кирлĕ мар...
Уруков, Шангина хуса çитсе, ăна хулĕнчен лăпкăн тытрĕ те кăвайт патне каялла çавăтса таврăнчĕ. Çамрăк çынна ытлашши тӳрккес сăмах каларăм пуль тесе, хăйне хăех ӳпкелерĕ вăл. Çапах та вăл — «ертсе пыракан çын», унăн çирĕпрех пулмалла. Хуранти сĕт мар, вут çине çакнă-çакман вĕресе хăпарма юрамасть. Вĕресе хĕрринчен тăкăнни уйрăмах килĕшмест ăна.
Таврăнасса таврăнчĕç-ха вĕсем вут патне, анчах пĕр-пĕрне мĕн сăмах каламаллине тупаймарĕç. Кăмăлĕсем иккĕшин те самаях вушар курăнать. Паллă ĕнтĕ, пули-пулми парăнакан йышшисем мар.
Пĕр çухрăм утас пулсан та, пин çухрăм пулсан та, чи малтан пĕрремĕш утăм тумалла, теççĕ. Уруков курнăçланса тăмарĕ. Вăл «парăнчĕ». Çитменнине тата юханшыв урлă хунă çинçе вĕрлĕк тăрăх иккĕн пĕр харăсах хире-хирĕç утма çук. Пĕри пĕр çырантан маларах каçма тытăнсан, тепĕрне çыранта кĕтсе тăни те пăсмасть. Микулай хăй ăшĕнче çапларах шутларĕ пулас. Вăл «тепĕр çыранта» самантлăха кĕтсе тăчĕ.
Уруков вара «Нина Ювашева ĕçне» халиччен хăй мĕнле ăнланни çинчен каласа кăтартрĕ. Çамрăк агроном та майĕпен лăпланчĕ.
Парторганизаци секретарĕ Нина Ювашевăна пурнăçра нумай япалашăн айăпланă иккен. Ун шучĕпе, Нина малтанах пуян каччă шыранă, ятлă ырлăх-пурлăха ăмсаннă имĕш. Хайхи хăй мĕн ĕмĕтленнине кĕтсе илет те хăвăртрах качча тухать. Хадаровсем ялта сумлă та курăмлă çынсем. Упăшка — ялти ятлă каччă. Пуян кил-çурт. Хĕрупраçа урăх мĕн кирлĕ? Пурнăç — пыл та çу. Хадаровсен кинĕ пулнă пулманах Нина трактористка ĕçне пăрахать. Кирлĕ мар ăна колхоз, комсомол та кирлĕ мар имĕш. Çав вăхăтрах ахаль те колхозра механизаторсем çитмеççĕ.
— Эпĕ Ювашевăна таркăн тесе шутланă, — хушса хурать Уруков. — Таркăн... Ачине тĕне кĕртни çинчен илтсен хайхи тата хытăрах тарăхрăм. Каринькова хамах каларăм: çирĕпрех мера йышăнăр, терĕм. Çитменнине, коммунистсем хушшинче те унашкал фактсем пурччĕ. Тĕнрен хăпаймаççĕ, тĕшмĕшлĕх лачакинче çăрăнаççĕ. Пĕрне лайăхрах пăркăчлас та, ыттисемшĕн урок пултăр, терĕмĕр. Атту ăнлантаратпăр — усси çук. Чăн та, ку ĕçе хам çывăххăн хутшăнаймарăм, комсомол пухăвĕнче те, комитет ларăвĕнче те пулаймарăм. Анчах пĕлмен мар, пĕлнĕ... Кариньков мана информаци парсах тăрать.
Уруков сăмахĕсем Микулай пуçĕ çине чул пекех пере-пере анчĕç. Тӳрех лĕпке çине. Çăварĕнче тутăхнă тимĕр тути каласа кайрĕ. Микулай пĕр хушă ним чĕнеймесĕр анраса тăчĕ. Чылайран тин салхуллă тĕксĕм куçĕсене çĕклерĕ те:
— Таркăн... Апла эппин Нина Ювашевăна таркăн вырăнне хунă? — терĕ вăл йывăррăн. — Эх, Петр Иванович!.. Кĕтменччĕ!. Таркăн мар Нина Ювашева! Пĕлетĕр-и, таркăн мар!.. Тарçă, янавар тарçă... Вăл та, сирĕн пекех, Хадаровсене «ырă çынсем» тесе хисепленĕ. Малтан, йĕплĕ пралук карнă хӳме леш енне лекиччен. Кайран вара... Шурлăха лекнĕ çынна пулăшас вырăнне Кариньков тата шаларах тĕртет... Информаци...
— Шанатпăр, — хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ Уруков. — Çын сăмахне, хут татăкне ĕненетпĕр... Мĕн чухлĕ шаккаççĕ пире кун пирки çамкаран! Тĕрĕслĕр! Тĕрĕс-лĕр! Çук вĕт. Чăн та, шанасси шанмалла-ха. Çынна епле шанмăн? Тус, юлташ, тăван... Анчах тĕрĕслемелле. Тепĕр тесен, манăн «Ювашева ĕçĕ пирки пĕр иккĕленӳ те пулман.
— Çавă çав, — вĕриленсех сăмах хушрĕ Шангин. — Пĕтĕм сăлтавĕ çавăнта: Кариньков та вуçех иккĕленмест. Вăл йăлтах тĕрĕс тăватăп тесе шутлать. Вăл комсомол ретĕнчи тасалăхшăн, мораль кодексĕшĕн çаннине тавăрсах кĕрешет. Ăна кам та пулин: «Йăнăшатăн, хисеплĕ юлташ», — тесе асăрхаттарсан, вăл тĕлĕнмелли-пех тĕлĕнĕччĕ. Тĕрĕссине курмасть вăл, акă ăçта унăн трагедийĕ. Хăйĕн йăнăш утăмĕсене чăн-чăн тĕрĕслĕх тесе шутлать, çакăнтан вара унăн комеди пуçланать. Пĕр сăмахпа, трагикомеди! Куçа-пуçа лайăхрах чармакласан, вăл курĕччĕ, «Маяк» колхозра Хадаровсен килĕ-çурчĕ тахçанах сăвăр йăви, арлан шăтăкĕ пулса тăнă. Акă кампа кĕрешмелле Кариньковăн!..
— Тăхта-ха, тăхта, агроном юлташ, — пӳлчĕ ăна парторганизаци секретарĕ, — эсĕ пирĕн ялта класс кĕрешĕвĕ шырамастăн пуль те? Кулаксем, чухăнсем... Пулнă пĕр ăслă çын: социализм çулĕпе малалла кайнăçем классен кĕрешĕвĕ çивĕчленсех пырĕ тесе вĕрентнĕ вăл. Анчах...
— Каçар, Петр Иванович, — хирĕçлерĕ Шангин, — эпĕ унашкал политграмотăна кăшт чухлатăп. Çапах та ан ман, пурнăçра тăтăшах кĕрешӳ пырать. Сана кун пирки ăнлантарма кирлĕ мар, хăвах пĕлетĕн. Çутăпа тĕттĕм, ырăпа усал, çĕннипе кивви, чăннипе суйи ĕмĕртен пĕр-пĕринпе кĕрешеççĕ. Айăп ан ту, эпĕ сана философипе лекци вуласа кăтартма шутламастăп. Халлĕхе пирĕн хушăмăрта кивĕ тĕнче каяшĕсем чылай-ха. Талпиçен, кăшт хӳтĕ кĕтес тупăнсанах, урăм-сурăм тарăн тымар ярать. Талпиçенĕ халлĕхе ытлашшипех. Пирĕн Василий Семенович Кариньков вара çил арманĕсемпе çапăçакан авалхи Дон Кихота аса илтерет. Пĕр сăмахпа каласан, çапа пĕлмен пушă.
Петр Иванович Уруков хăйне питĕ аван мар туйса илчĕ.
— Суккăр, — терĕ вăл кăшт çеç илтĕнмелле, унтан, шухăша кайса, хăй тĕллĕн пекрех калаçма тытăнчĕ. — Сăмса умĕнчине курмастпăр. Çапла, аякран килнĕ çын витĕртерех курать. Çапла... Хăнчăр куç эпĕ... Нина Ювашева, ман пекех, çурма тăлăх ӳсрĕ-çке-ха. Хальхи ашшĕ тăван мар унăн. Ман аттепе Нина ашшĕ вăрçа пĕрлех тухса кайрĕç. Эпĕ ун чухне сакăр çулти ачаччĕ. Йăлтах астăватăп. Пĕрре аманса госпитальте выртнă хыççăн Нина ашшĕ яла курма килнĕччĕ. Мĕн калаçатăп-ха эпĕ? Нина ун чухне çут тĕнчере те пулман. Ашшĕ иккĕмĕш хут салтака тухса кайсан çуралнă вăл. Тăван ашшĕне куç хӳрипе те курса юлайман. Мĕн сăпкаран — тăлăх-турат. Эпĕ пур, суйланатăп: «Янтă ырлăх-пурлăха ăмсаннă... пуян каччă шыранă...»
Пĕр кĕтмен çĕртен Уруковăн кăмăлĕ хавшаса-çемçелсе кайрĕ, сăнĕнче нимĕнле «вутчуль» тĕсĕ те юлмарĕ. Микулай умĕнче — йăваш, ырă кăмăллă этем кăна, «пуçлăх таврашĕ» асра та çук.
— Ӳсетпĕр, хĕвел патнелле туртăнатпăр, — терĕ Уруков малалла. — Хамăр та сисместпĕр — ватăлма тытăнатпăр... Ватăлни тем мар-ха. Чун-чĕре пĕлевленме пуçлать... Шывра выртакан йывăç пек...
Сăмах хыççăн сăмах, садри чечеклĕ улмуççисем хушшипе утнă май, Петр Иванович Уруков хăйĕи пĕтĕм пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Кăмăлĕ уçăлнăçем уçăлса пычĕ унăн, шухăшĕ арасланнăçемĕн арасланчĕ. Çапла ĕнтĕ, вăл чăн-чăн таса чĕреллĕ çын, хăй пек тепĕр таса чĕрене тĕл пулсан, нимĕн те пытарса тăмасть, чунне пĕр тĕксĕм кĕтес юлми уçса кăтартать.
Сăнран пăхсан, Петр Иванович Уруков миçе çултине тĕп-тĕрĕс татса калама хĕнтерех. Пăшăрханнă чухне унăн сăнĕ сасартăках ватăлать, питĕнче пĕркеленчĕксем курăнса каяççĕ, вара ăна хĕрĕх-аллă çулти çын тесе шутлама та пулать. Савăннă чух çамрăкланать, самантрах ăна яш сăнĕ кĕрет. Тĕрĕссипе, вăл кăçал шăп та лăп вăтăр çул тултарать иккен. Çамрăк çеç этем. Вăйпитти арçын.
Уруков хăех каларĕ-çке-ха: ашшĕнчен вăл сакăр çулти ача юлнă. Унран кĕçĕннисем амăшĕ çумне тата виççĕн пăчăртаннă. Пурĕ тăватă ача. Ашшĕ вăрçа тухса кайсан, тепĕр икĕ уйăхран, пиллĕкмĕшĕ çуралнă. Пӳрт тулли вĕтĕр-шакăр. Пĕри тепринчен шăп та лăп икшер çул кĕçĕнрех. Чăн асли — сакăр çулти Петĕр. Ыттисем пурте урайĕнче йăшăлтатаççĕ. Амăшĕ колхоз ĕçĕнчен таврăнсан, пурте вĕсем амăшĕн саппун аркийĕнчен уртăнаççĕ, çухăра-çухăра çăкăр ыйтаççĕ.
— Сывă пултăр çĕрулми! — тет халĕ Петр Иванович кулкаласа. — Эпир уйăхĕ-уйăхĕпе çăкăр курман. Юрать-ха, килти пахчара аннепе иксĕмĕр çĕрулми лартаттăмăр та кăларнă чухне вара ушкăнĕпе пуçтараттăмăр... Пĕтĕм ачи-пăчи йăран çинче йăраланать. Хăйсем те çĕрулминчен шултрах мар... Кĕркунне сивĕпе кӳтсе кĕретĕн — сĕтел çинче тин çеç вучахран антарнă çĕрулми пăсланать. Кулачран та тутлă, ашран та техĕмлĕ, пылран та пылак. Ирхине — çĕрулми, кăнтăрла — çĕрулми, каçхине — çĕрулми... Шкула кайнă чух та хеве çĕрулми чиксе каяттăм. Каласан ĕненмĕн: çĕрулмине эпĕ халĕ те çăкăрпа çиейместĕп. Хăнăхман. Яшкана — çăкăрпа, пăтта та çăкăрпа çиетĕп, çĕрулмине — çаралла.
Сад ăсти каланине итленĕ май, Шангин ун çине куç хӳрипе пăха-пăха илет, хăй Шухăшлать: «Вăл манран ултă çул аслăрах... Çитĕннисем хушшинче ултă çул ниме те пĕлтермест, палăрмасть, сисĕнмест... Анчах вăхăт-вăхăт унăн сăнĕ вăтам çулсенчен иртнĕ çын сăнĕ пек курăнса каять... Хура-шур çителĕклех тӳснĕ...»
Агрономăн сăнакан куçне Уруков çийĕнчех сиссе илет, унăн шухăшне те витĕрех курать.
— Хунавлах хытă аврĕ пурнаç, — тет вăл. — Тимĕр тылăпах тылларĕ... Çамрăкла ватăлтăм... Хатар Гео-гийĕнчен эп, акă, тăватă çул кăна аслăрах. Пăхăсăн, ун çумĕнче эпĕ — старик, вăл — çаплах яш çын.
— Эпĕ пин те тăхăрçĕр вăтăр тăххăрмĕш çулта çуралнă, — кĕтмен çĕртен хушса хучĕ Микулай:
— Эсир тата çамрăкрах... Сирĕн пĕтĕм пурнăç малалла...
— Ыйтма юрать-и, Петр Иванович, пĕр япала пирки?
— Тархасшăн.
— Ĕнер пирĕн колхоз председателĕ Александр Васильевич Сармаев, — темĕнле кăшт хăпартланарах пуçларĕ сăмахне Шангин, — шкулта вуннăмĕш класри ачасемпе тĕл пулса калаçнă. Лешсем ăна, хăй калашле, çăвăр автансем пек сăхса пĕтернĕ: «Пирĕн колхозра нимĕнле савăнăç та çук», «Пурте стройкăна каятпăр!..» Эсĕ те, Петр Иванович, ача пулнă...
— Çук, эпĕ ача пулман, — ахăлтатсах кулса ячĕ Уруков. — Тӳрех çакнашкал хытанка чăваш çуралнă...
— Чим-ха, эпĕ кулса мар...
— Юрĕ-çке, юрĕ, эпĕ те сăмах май кăна, — Уруков Микулая хулпуççийĕнчен лăпкаса илчĕ. — Кала, итлетĕп.
— Пурнăç епле йывăр пулсан та, ача-пăча хăй валли савăнăç тупатех, — терĕ Микулай. — Эс, акă, мĕнре курнă савăнăç? Мĕншĕн савăннă?
— Каларăм-çке, — каллех кулса илчĕ Уруков: — Чи пысăк савăнăç пирĕншĕн çĕрулми пулнă. Унтан вăрçă пĕтессе кĕтнĕ. Пирĕннисем çĕнтерчĕç — савăнăç. Атте таврăнаймарĕ — хурлăх. Апла пулин те тăлăх-туратăн ӳсмерĕмĕр эпир, каллех савăнăç... Вăрçă пĕтнĕ ире ас тăватăп. Эпĕ ĕнтĕ вуникĕ çулхи ача. Пĕтĕм халăх урама тапса тухнă. Правлени уçă чӳречинчен радио кĕрлет. Пурте савăнаççĕ, анчах пирĕн анне питне саппун аркипе хупланă та ӳлесех макăрать. Атте çук... Паян кунчченех кĕтет ăна анне, çапла чунне йăпатать... Камшăн мĕнле ĕнтĕ савăнăç тĕни... Атте сад ĕçне юрататчĕ... Эпĕ те юратрăм... Акă вăл ман савăнăç! — Уруков аллине сарса йĕри-тавралла кăтартрĕ. — Савăнăçа таçта çичĕ ютра, вăрттăн сукмаксем çинче шырамалла мар, хамăр ялтах тупма пĕлмелле. Кулленхи ĕçре. Пуçа чик те ĕçле! Каçалăк умĕнче пуçа каçăртса ан тăр... Коммунизм тетпĕр... Пĕрре сикнипех çитме çук унта. Куллен тар кăларса ĕçлемелле. Тӳсĕм-чăтăм кирлĕ. Ĕнсе хыçнипех ĕç пулмасть.
— Саккунлă, — терĕ Микулай.
Тепле сыхлансан та, чи пăлханнă самантра ун чĕлхи вĕçĕнчен час-часах çак сăмах вĕçерĕнсе каять.
Вĕсем Çавал хĕрринелле çаврăнса анчĕç. Кăвайт йĕри-тавра ачасем малтанхи пекех хĕвĕшеççĕ. Анчах нӳрĕ çĕрĕк çулçă нумай купаласа тултарнипе кăвайт арасланса çунаймасть, йăсăрланать кăна.
— Пăтратмалла, — терĕ Уруков, вара аллине вăрăм шалçа тытрĕ те кăвайта пăлхатма пикенчĕ. — Хытăрах çунтăр йăх-ях, тасалтăр усал-тĕсел!..
Йĕпе çулçă айĕнчен самантрах кĕлте пек çулăм вăркăнса тухрĕ. Ĕнтĕ кăвайт çунакан вырăнта кĕл самаях пухăннă.
— Эпĕ халех, — терĕ Петр Иванович, агронома ачасемпе вут умĕнче хăварса. — Çил пек...
Вăл сад варринчи хăйĕн хӳшши патнелле чупрĕ. Тем ĕçпе ĕнтĕ.-Унччен те пулмарĕ, аллинчи хура сăран кушеле суллантарса, каялла персе те çитрĕ.
— Хăнана хăна пек пăхмалла, — чеен куç хĕссе илчĕ вăл. — Кучченеçĕ темех мар та, хамăра кура аптăрамĕ.
Сăран кушелĕнчен вăл хăйăр çине пĕр купа çĕрулми кăларса хучĕ.
— Уçă сывлăшра, кĕл ăшĕнче пĕçернĕ чăмăрла çĕр-улмине мĕн çиттĕр?
Вăрăм шалçапа кăвайт айĕнчи кăвара сиркелесе, Петр Иванович çĕрулмине, çăмарта пек, пĕрерĕн-пĕрерĕн кĕл ăшне вырнаçтарса хучĕ, çиелтен каллех кĕлпе витрĕ.
— Эх, тусăм çĕрулми-и, — çинçерех хитре сассипе юрласа ячĕ вăл, — тунсăхлап, манаймастăп, эп савни-и-исĕр пурнаймасп!
Çамрăк агронома паянхи тĕлпулу чăннипех тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Вĕсем нумайччен калаçрĕç, тем çинчен те сăмах хускатрĕç. Пĕр-пĕринчен именмесĕр, нимĕн пытармасăр, юлташла, тусла. Кĕçех кĕл ăшĕнчи çĕрулми те пиçрĕ. Петр Иванович чи малтан ачасене пĕрер валеçсе пачĕ. Икшер валеçме çитеймере: ачисем нумай, улми сахалтарах.
Тӳперен вĕри хĕвел хĕртсе тăрать. Кăвайчĕ те вĕçĕмсĕр çулăм сапать. Микулай вара ăшăпа хытах пăшăхрĕ.
— Çумăр кирлĕ, — терĕ вăл, тӳпенелле тинкерсе. — Хирте ыраш калчи вăй илеймест. Кайран акнă çуртрисем шăтаймаççĕ.
— Ара, çав, — ассăн сывласа илет сад ăсти, вĕри çĕрулмине вĕре-вĕре. — Садсем чечек тăкнă çĕре çумăрĕ питĕ кирлĕ. Юр кайнăранпа пĕртте çуса кăтартмарĕ. Çуллен çутçанталăк мехелĕ çапла пулаканччĕ: юр кайса пĕтет, аслати авăтса çумăр çăвать, çĕр ирĕккĕн сывласа ярать.
— Тĕрĕс, çĕр сывлать. Уйрăмах аслатиллĕ çумăр хыççăн, — килĕшет унпа агроном. — Анчах лĕкĕрен тасалмасăр çĕрĕн кăкăрĕ уçăлаймасть.
— Ара çав, вăхăтра мунча кĕмесен, хамăр та «купăс калама» тытăнатпăр.
Сад ăстипе агроном кулаççĕ.
Çапла, нумай юмахларĕç вĕсем паян. Анчах иккĕшин те каламалли тем пур. Чи кирли, чи пахи, халиччен никам каламанни. Вĕсем пĕр вăхăт шухăша кайса лараççĕ. Кăшт ытлашши кушăрхаса пиçнĕ çĕрулми хуппи çеç кăчăртатать хăйсен çирĕп шăлĕсем айĕнче. Тутисене пĕçертнипе иккĕшĕ те çине-çинех ĕфф те ĕфф тесе вĕреççĕ.
— Нумай пурăн — нумай курăн, — терĕ Уруков, хăй шухăшне пĕтĕçтерсе. — Пахчана килсе кăмăл тунăшăн тавах сана, Николай Степанович... — Вăл кăшт тăхтаса тăчĕ. Тата, асăрхăр, çамрăк агронома малтанхи хут Николай Степанович тесе чĕнчĕ. — Эпĕ пĕр япала пирки ыйтса пĕлесшĕн... Эсĕ, акă, пирĕн Кариньковпа халиччен пĕрле пурăнман, пĕрле ĕçлемен... Пĕр урапа çинче ларман... Пĕр хĕр хыççăн те çӳремен... Епле-ха эсир пĕр-пĕрне килĕштереймерĕр.
— Кукăрпа тӳрĕ перне-пĕри нихçан та килĕштермеççĕ, — кĕскен çеç хуравларĕ Шангин. — Пĕр-иккĕ тĕл пулсан, эпĕ çав тăрнаккая витĕрех куртăм...
Анчах Микулай клубра, Кариньков кабинетĕнче, малтанхи кун мĕн асăрханине шарламарĕ. Сĕтел çиттийĕ çинче кĕленчепе стакан йĕрĕсем — ытла та пĕчĕк детальсем. Кашни вак-тĕвекпе çыхлансан, Микулая хăйне те çĕтĕк чунлă этем вырăнне хума пултарĕç. Ĕçчĕр, савăнччăр!.. Мĕне кирлĕ çын хыççăн йĕрлесе çӳрени? Нумаях пулмасть вăл таçта пĕр сăвă вуланăччĕ:
Туссем, малтан мала утасчĕ,
Çитесчĕ ĕмĕт çӳллĕшне!
Мал ĕмĕт çуккисем путаççĕ
Эрех-сăра ăшне, —
сасăпах вуласа пачĕ вăл.
— Ху çырнă-и? — тĕлĕнчĕ Уруков.
— Çу-ук, çын сăвви, — аллине сулчĕ агроном. — Вулама юрататăп. Сăмах янравĕ килĕшет... Шыв шăнкăртатса юхнă пек... Вăрман шавланă пек... Çутçанталăк кĕвви...
— Эппин татах ыйтам-ха, — çумарах ăвăнчĕ Уруков. — Санăн Ювашевăпа, тем, юрату мар пулĕ те?
— Юрату мар ырату... Чун ыратать, — терĕ Микулай, йывăррăн сывласа.
Петр Иванович урăх сăмах чĕнме хăяймарĕ. Çапах та унăн çамрăк юлташа тем калас килет, пиччĕшĕ шăллĕне каланă пек, пĕтĕм чĕререн... Пурнăçри йăнăш утăмсенчен, тĕрлĕ кăлтăк-сăлтăкран, инкек-синкекрен ытларах сыхланма сунас килет.
— Асăрханарах çӳресчĕ, Николай Степанович, — тет вăл майĕпен. — Тӳрех йытă çăварне кĕрес марччĕ...
Уруков сăмахĕ Микулайшăн ĕнсене хăрăк турат тăрăннă евĕрлех туйăнать.
— Мĕн усал турăм-ха эпĕ? — кӳреннĕн ыйтать Микулай.
— Усалли нимех те туман, — лăплантарать ăна Уруков. — Çынсем кашни утăма сыхласа тăраççĕ... Йăнăш ярса пусрăн — сăмах сарма сăлтав... Пăрах кирлĕ-кирлĕ марпа çыхланма... Лăпланса ĕçле...
— Епле кирлĕ-кирлĕ марпа, Петр Иванович? Этем ăраскалĕ...
— Ăнланатăп... Ювашевăна пулăшмалла... Тĕрĕслĕхе çиеле кăлармалла... Кăшт тăхта, вĕçне-хĕрне йăлтах тупăпăр... Анчах, ман шутпа, Нина Ювашева хăй шăпишĕн хăй те ытлашшиех хыпăнса çунмасть... Мĕншĕн ку таранччен нимĕн те шарламасть-ха вăл?
Микулай чĕри кăртах турĕ. Вăл аллине пиншакĕн шалти кĕсйине чикрĕ те Нина çырăвне пăчăртаса тытрĕ. Куççульпе çăвăннă çав çырăва парторганизаци секретарьне вулаттарма та хатĕрччĕ вăл. Анчах шăп çав самантра Çавал хĕрринчи кăвайт умне Иван Демьянович Хадаров пырса тухрĕ.
— Ха-а, пирĕн Петр Иванович райри пек пурăнать! — терĕ вăл, аллисене икĕ еннелле сарса. — Епле калаççĕ-ха поэтсем?.. Çĕр çинчи çăтмах!.. йĕри-тавра — чечеклĕ улма пахчи. Хăй, Саваоф пек, кăвайт умĕнче тăрать. Шуйттансене вĕри çатма çинче ăшалать. Чăн-чăн Саваоф! Сухалĕ кăна çук... Ну, сывă-и, Петр Иванович? Пĕлетĕп: ку çамрăк юлташ — пирĕн агроном. Ну, здравствуйте, коллега!.. Эпĕ те канмалли кун тăван яла килсе курас терĕм. Ялĕ инçех те мар-ха, пурпĕрех куллен килсе çӳрейместпĕр. Ĕç, ĕç, ĕç... Мăй таран ĕç!.. Ĕнсе хыçма та вăхăт çук...
Темĕнле кăшт хăйăлтирех сасăпа пĕр сывлăш çавăрмасăр калаçнă хушăра Хадаров Уруковпа Шангина алă пачĕ, хăй сисмесĕрех кăвайт тавра ик-виçĕ хут çаврăнчĕ, сад ăстине çурăмĕнчен ал тупанĕпе пыра-пыра лăпкарĕ, хăй тĕллĕнех лăх та лăх кулкаласа илчĕ.
Иван Демьянович Хадаров малтанах çамрăк агронома килĕшрĕ те темелле. Шултра йыпппи этем. Ун пеккисем усал пулма кирлĕ мар. Виçĕмçултанпа Иван Демьянович сахал улшăннă. Чăн та, ун чухне вĕсем ăнсăртран çеç тĕл пулкаланă-ха. Тĕрĕссипе, ялти ятлă çын тĕксĕм сăн-питлĕ практиканта лайăххăн асăрхаса та юлайман. Юрĕ-çке, кӳренмеллиех çук. Уншăн халь, акă, çамрăк агроном хăйĕнчен нумай аслăраххине куç сиктермесĕр сăнать.
Хадаров — кĕрнек кӳлепеллĕ патвар çын. Кашта теççĕ ун пеккисене. Çавал тăрăхĕнче çынсем чăн та шултра ӳсеççĕ иккен. Çĕрĕ мăнтăр, сывлăшĕ уçă, шывĕ таса. Çулĕпе Иван Демьянович пĕр аллă-утмăл хуш-шинче патлаттарса утать пулмалла. Апла пулин те, тулли питĕнче пĕркеленчĕк таврашĕ палăрмасть. Тумланасса вăл çуллахи май тумланнă: çийĕнче — йетĕн пиртен çĕлетнĕ шурă костюм, пуçĕнче — капрон шлепке. Хими, мода!..
«Çĕр çинче шăв-шав кăлармасăр çӳреме юратать», — тенĕччĕ ун пирки Кĕтерук кинеми. Тен, ку терĕсех пуль. Тавлашмăпăр. Çав вăхăтрах Хадаров сăмах ваклама ӳркенни те курăнсах каймасть. Хĕвелçаврăнăш сапнă пек сапать сăмаха. Ывçи-ывçипе. Хăш чухне, тен, хĕвелçаврăнăшĕ мар, хуппи кăна сапăнать? Вăхăт-вăхăт ун сăмахне лайăххăн тăна илсе юлма та çук. Сасси те хăйĕн кĕрнеклĕ кӳлепине кура мар, çинçете хăйпăкрах.
Васкарах калаçнă чух пырĕ тĕпĕнче ши-ши шăхăркалани илтĕнет. Астма чирĕпе аптăрать тейĕн.
Тахçан, пĕр вăтăр виçĕ çул ĕлĕкрех, Хатар Тимьян Иванĕ, ялти пуян Таймас Варлам хĕрне Таçука Нарспи вырăнĕнче курнăскер, хăйне чип-чиперех Сетнер тесе шутланă. Анчах ун çумĕнче халь Сетнерĕн чĕрне хурине те тупаймăн. Çук, çук, çамрăк агроном ăна пуçĕпех тиркесе тăкма шутламасть. Çапах та Хадаровăн чăн-чăн тивĕçĕ-тивлетне лайăх курать. Çамрăк куç — çивĕч куç. Таçтах пытанаймăн!..
Çиелтен пăхсан, Хадаров — питĕ евĕк кăмăллă çын. Вăл пуринпе те вашават пулма тăрăшать, пурне те юратать, хисеплет. Çыншăн чунне кăларса пама хатĕр имĕш, тĕрĕссипе, хăй ăшĕнче вăл, пĕр хăйсĕр пуçне, хăйĕн килĕ-çурчĕсĕр, арăмĕпе ывăлĕсĕр тата сăнчăрти Тарзан ятлă йыттисĕр пуçне, тĕнчере, паллах, никама та юратмасть, хисеплемест. Питĕ яка, питĕ йăпăлкка этем. Кулленхи пурнăçра тĕл пулакан темле шăтăк-çурăка та вăл çийĕнчех çилĕм сĕрсе çыпăçтарĕ, çиелтен лакпа çутатса хурĕ.
Çамрăк агроном ун пирки, тен, яланхи пекех, ытлашши «васкавлă выводсем» тăвать? Çын куçĕнчи çӳппе курнă, хăй куçĕнчи пĕренене асăрхаман, теççĕ. Тинкеререх пăхсамччĕ, Микулай тусăм! Ан сăрпалан, ан васка!..
— Çамрăк коллегăмçăм, — тет Хадаров, Микулай еннелле çаврăнса. — Халь кунта, акă, тем пысăкăш сад, анчах вăл пĕрер йывăçран пуçланнă. Чăн малтанхи улмуççине эпĕ хам алăпа лартнă... Пайтах вăй хунă... Сан аçупа пĕрле, Петр Иванович, ара çав, сан аçупа пĕрле, — Хадаров самантлăха такăнчĕ, имененçи пулчĕ, унтан каллех тӳрленчĕ те хĕвелçаврăнăш хуппи пек сăмахне малалла пĕрхĕнтерме пикенчĕ. — Тăрăшнă, тăрăшмасăр пулман... Яла таврăнсан, çакăнта кĕрсе курмасăр тӳсейместĕп... Чун туртать... Хам чĕртнĕ сад, хамăн тымар, хамăн хунав... Итле, çамрăк коллега!..
Çамрăк коллегăн тем итлесе тăрас килмерĕ. Хĕвелçаврăнăш хуппи пĕр вĕçĕм питне сапăнни йăлăхтарать, йĕрĕнтерет.
Ачасем садран Çавал хĕррине çаплах çулçă, хытхура тултаççе, çĕклемĕ-çĕклемĕпе вутта пăрахаççĕ. Хадаров та пĕр вĕçĕм сăмах сапать. Вăхăт-вăхăт унăн сăмахĕ, пĕлтĕрхи кивĕ çулçă пекех, кăвайт çине чăштăртатса тăкăннăн туйăнать. Çавна пула куçа çиекен усал тĕтĕм йăсăрланса хăпарать тейĕн. Хадаровăн пыр тĕпе шăхăркалани вут çинчи хытхура çатăртатнипе пĕрлешсе каять.
Микулай текех чăтса тăраймарĕ, кайма пуçтарăнса, Урукова алă пачĕ. Анчах Хадаровпа сывпуллашма тăрсан, лешĕ Микулайăн аллине тытрĕ те çийĕнчех вĕçертесшĕн пулмарĕ.
— Коллега, — терĕ Хадаров, çамрăк агрономăн çулне пӳлсе. — Каçарăр, аçăр ячĕпе еплеччĕ-ха? Ах, Николай Степанович!.. Тавтапуç... Ăçта ун пекех васкатăр? Манăн сирĕнпе пĕр-икĕ сăмах калаçса илмелли пурччĕ. Петр Ивановичпа та эрне ытла тĕл пулаймарăмăр... Тен, канмалли куна чăн-чăн канмалли кунах тăвăпăр, э? Ан тив, чуна кантармалли кун пултăр... Пирĕн пата кайăпăр та сĕтел хушшине ларса шăкăл-шăкăл халапланăпăр. Мĕншĕн пĕр-пĕрин патне кĕрсе çӳрес мар?
— Пĕрре кĕме тăнăччĕ эпĕ, — сăмах май тĕртсе илчĕ Шангин.
— Э-эй, çамрăк тусăм, Николай Степанович, — питĕ пăшăрханнăн питне-куçне пĕркелерĕ Хадаров. — Апла мар, чипер, ĕретлĕ кĕрсе çӳрес пулать. Сирĕншĕн те, пирĕншĕн те питĕ кӳренмелли япала пулса тухнă ун чухне... Йытă мĕн пĕлет вăл? Ăсĕ çук — пăсĕ кăна. Пирĕн хирĕçме кирлĕ мар... Мĕн пулса иртнишĕн каçарăр ĕнтĕ, çамрăк коллегăмçăм!.. Пĕрле шăкăлтатса пурăннине мĕн çиттĕр!.. Епле, Петр Иванович, Николай Степанович, кайăпăр-и? Пĕрер пӳрнеске ӳпĕнтерсен те çылăх пулмĕ, э?..
— Ырă сăмахăршăн тавтапуç, Иван Демьянăч, — терĕ Уруков. Пыраймастăп. Манăн паян çакăнтах шаплатса çурăлсан та пахчана йăх-яхран тасатса çитермелле. Халь те вăраха ятăмăр. Кĕçех хурт-кăпшанкă, шăна-пăван ĕрчеме тытăнать. Çунтармалла, йăлтах çунтармалла. Юрать-ха, паян шкул ачисем тухса пулăшрĕç. Ыран вĕсен — вĕренмелли кун.
— Каçармалла сăлтав. Ĕç! Нимĕн те тăваймăн, — терĕ Хадаров икĕ аллине икĕ еннелле сарса. — Эсир епле, Николай Степанович?
— Манăн киле васкамалла, — хирĕç нимĕн тупса калама та аптăрарĕ Шангин. — Кĕтерук кинеми пахча сухаласшăнччĕ... Пулăшас пулать... Халь те нумай тытăнса тăтăм... Тепре куриччен, Петр Иванович!..
Çамрăк агроном çаврăнчĕ те Çавал хĕррипех ял еннелле уттарчĕ.
Позвольте, коллега! — илтĕнчĕ хыçалтан. — Эпĕ тĕ пĕрле пыратăп... Эппин, Петр Иванович, каçхине, ĕç пĕтсен, йăпăрт кĕрсе тухăр. Йытăран хăрама кирлĕ мар, ăна эпир хӳшше хупса лартăпăр. Ан манăр вара, пырăр!..
Николай Шангин епле хытă утма тăрăшрĕ пулин те, Хадаров, хăйăр тăрăх старик юрттипе юрта-юрта, пурпĕрех ăна хуса çитрĕ. Кăкăрĕ пӳлĕннĕ хăйĕн, сывлăшĕ шăхăра-шăхăра тухать.
— Эккей, хальхи çамрăксем! — терĕ вăл, çамрăк агрономăн хулĕнчен уртăнса. — Ваттисене хисеплемеççĕ. Çук, çук!.. Манăн ывăл та çавнашкалах, тăван ашшĕне ним вырăнне хумасть. Пĕтĕмпех хирĕç патлаттарать. Хамăр чĕлхепе те мар-ха тата. Акăлчанла!.. Орли-мор-ли, урлă-пирлĕ... Гут бай... Чĕлхене мăкăлтаса пăрахăн çав.
Хадаров сассинче пĕр вăхăтрах çамрăксене кӳренни те, хăй ывăлĕшĕн хĕпĕртени те сисĕнет. Вăл хулран уртăннă пирки Микулая утма питĕ кансĕр. Микулай Хадаровăн йывăр аллинчен епле те пулин вĕçерĕнме тăрăшать, анчах лешĕ тата хытăрах çатăрлать. Хăй хашка-хашках сăмах сапать.
— Коллега, коллегăмçăм, — тет вăл, — эпир иксĕмĕр те пĕр институтра вĕреннĕ... Хамăрăн тĕп хулара, шурă Шупашкарта... Эпĕ вĕренме тытăннă чух институт тин çеç уçăлнăччĕ... Ку маншăн уйрăмах паха. Пĕрремĕш набор... Пĕрремĕш выпуск... Эсир, Николай Степанович, миçемĕш?
— Шутламан, — ытлашширех те тӳрккес хуравларĕ Микулай, анчах лешĕ ăна-кăна сисмерĕ тейĕн, сăмахне малалла пĕрхĕнтерме пикенчĕ.
— Эккей, э, эккей, — терĕ вăл, — епле шутламăн-ха ун пек япалана! Ĕмĕр асра тытмалли япала! Çук, çук, эпĕ сире кӳрентересшĕн мар... Çапах та аслăраххисен кĕçĕннисене ăс памаллах. Пирĕн пĕрле ĕçлемелле пулать. Эпĕ сана, коллега, районтан тăтăшах пулăшса тăрăп. Хэ-хэ-хэ, тем тесен те, пуçлăхсем мана хисеплеççĕ, шанаççĕ... Пуçлăх пуçран шăлнă чух çӳç те тăкăнмасть. Эпе коллега, пурăнса курнă çын... Ăна-кăна чухлакалатăп.
«Коллега, коллегăмçăм, коллега...» Тĕкĕлтура пек сĕрлесе тăрать çав сасă Микулай хăлхи патĕнче. Май пулсан, аллине пĕрех сулĕччĕ те вăл «тĕкĕлтурана» шуйттан шăтăкнех вăркăнтарĕччĕ.
Хадаров мĕншĕн çакнашкал çуланса йăпăлтатнйне Микулай витĕрех курать. «Ватă тилĕн стратегийĕпе тактики». Мĕнпур шăтăк-путăка вăл хӳрипе шăлса питĕресшĕн. Микулая хăйĕн услап ывăлĕпе, унтан çула май, Кариньковпа мирлештересшĕн. Ялта «ырă çынсем» пирки усал сас-хура ан çӳретĕр...
Юнашар утакан çамрăк агронома вăл хăйпе пĕр виçере, пĕр хисепре тытнă пек кăтартасшăн. Анчах Микулай сисет: «коллега» сăмаха çĕр хут каласан та, Хадаров ун çине пурпĕрех çӳлтен пăхать — шăркалчă имĕш. Тĕрĕс çав, пыл тесе каланипех çăвара пыл тути кĕмест.
Вĕсем, Аслă урампа улăхса, Хадаровсен килĕ тĕлне çитрĕç. Самантлăха чарăнчĕç.
— Николай Степанович, ну, епле? — чунтан тархасланçи ыйтрĕ Хадаров, çамрăк агронома хулĕнчен килĕ еннелле çавăтма тăрса. — Кăмăл тусамăр!.. Тархасшăн...
Çав самантра Хадаровсен калинкки майĕпен чĕриклетсе уçăлчĕ те — кам тетĕр эсир? — Ăçтиçук-Таçук пуçĕ курăнса кайрĕ.
— Йăван! — чĕнчĕ вăл шăппăн, анчах питĕ çирĕппĕн. — Çав çичĕ ют каскăнĕпе мĕн тăван? Халех киле кĕнĕ пултăр! Халех! — Ăçтиçук-Таçукăн сарă куçĕсем пĕр хĕсĕнчĕç, пĕр чарăлчĕç — малтан пĕр пуслăх пăхăр укçасем, унтан икĕ пуслăххисем йăлтăрт та йăлтăрт сике-сике илчĕç.
Урамра урăх сăмах-юмах пулмарĕ. Хадаров, циркри алла верентнĕ шурă упа пек, пуçне чикрĕ те, урлă урисене лăппи-лаппи пускаласа, килнелле пĕр чĕнмесĕр керсе кайрĕ. Картиш енчен шашулкка чанклатни, унтан сăлăп туртни илтĕнчĕ. Микулай вара, хулпуççийĕ çинчен арман чулĕ йăтăнса аннă пек, çăмăллăн сывласа ячĕ. Савăнмаллипех савăнчĕ вăл, хĕпĕртерĕ. Темĕнле тертлĕ тыткăнран хăтăлчĕ тейĕн. Хваттере епле вĕçтерсе çитнине те сисеймерĕ, калăн — çунатлă.
Çакна Кĕтерук кинеми куçĕ те асăрхамасăр юлмарĕ.
— Мĕн питĕ савăнатăн, сарă çу хыптарчĕç-им? — кула-кула ыйтрĕ кинеми. — Ха, сăнĕ-пичĕ те хĕвел пек сарăлать!..
— Сарă çу хыптарчĕç, кинеми, — терĕ Микулай ачаллă сасăпа.
Микулайшăн килте кăшт пăшăрханмалли те тупăнчĕ. Иккĕмĕш бригада бригадирĕ Тарас Иванович Пайгусов Кĕтерук кинеми пахчине паçăрах плуг кӳлсе килнĕ иккен. Асăрхăр, бригадир хăй! Кинемие пулăшма кӳршĕсем карта урлă каçнă. Микулай таврăннă тĕле пахчара ĕç вĕресе кăна тăратчĕ.
Кĕтерук кинеми паян çĕрулми лартать. Микулая питĕ аван мар пек туйăнчĕ. «Кунĕпе таçта ĕçсĕр сулланса çӳретĕн, ӳслап!» — терĕ вăл хăйне хăй. Хайхискер çийĕнчи пиншакне йăпăр-япăр хывса пăрахрĕ те плуг аврине ярса тытрĕ.
— Чăрманма кирлĕ марччĕ, ывăлăм, — терĕ ăна Кĕтерук кинеми. — Хамăрах ĕлкĕретпĕр. Ытах кĕрсе апат çи те пăлтăрта выртса кан. Эпир хамăрах.
Микулая пӳрте кĕме ӳкĕтлет кинеми, анчах хăй ăшĕнче чунтанах савăнать: Микулай сăнарĕнче кăшт та пулин тăван ывăлĕн сăнарне курать-çке-ха вăл. Ывăлĕ ăна çĕрулми лартма пулăшать...
Пĕтĕм кăмăлтан киленсе ĕçлерĕ Микулай, яла килнĕренпе чăн малтан çакăнта вăл хăйĕн «суха кассине» уçрĕ.
Эх, ăна Чумайкин доцент курасчĕ тата! Мĕн калĕччĕ-ши вăл? Йăшшăм-пăшшăмпа, тен, хытах ятласа тăкĕччĕ: «Апла та капла агроном!.. Мĕн тăватăн эс? — тейĕччĕ. — Агроном мар эс, неандерталец! Питекантроп!.. Маймăл!» Унтан чиперех лăпланĕччĕ: «Юрĕ-çке, Коля, кăçаллăха юрĕ ĕнтĕ... Сăнавсем тума малашне лайăхрах тытăнăн...»
Хăвăрах куратăр, Иван Андреевич Чумайкин доцент парса янă сахăр кăшманĕпе тулă вăрлăхĕсене çамрăк агроном хирте пĕр-пĕр кĕтес тупса акаймарĕ. Май килмерĕ унăн... Кĕтерук кинеми пахчинче çĕрулми лартнă чух унăн пуçне сасартăк питĕ хитре шухăш пырса кĕчĕ.
— Кинеми, — терĕ вăл йăвашшăн, — мана çав чăн кайри кĕтесе икĕ йăранлăх çĕр уйăрса памăн-ши?
— Икĕ йăранлăх çĕр? — тĕлĕнчĕ кинеми. — Ывăлăм, эсĕ мĕн, уйрăлса тухма шутларăн-им?
— Çук-ха, — хĕрелсе кайрĕ Микулай. — Манăн вăрлăх пур... Сахăр кăшманĕ... Тулă... Çĕнĕ сортсем... Пĕр ырă çын институтранах парса янăччĕ...
— Мĕншĕн турех хама каламарăн? Ара, килнĕ кунах? — пăшăрханса сăмах хушрĕ Пайгусов бригадир. — Хирте вырăн тупнă пулăттăмăр.
— Килнĕ кунах... — Микулай малалла калаймаре, унăн çăвар маччи типсе ларчĕ.
— Юрĕ-çке, ывăлăм, — терĕ Кĕтерук кинеми, Микулайăн кăмăлĕ темшĕн пăлханнине сиссе. — Пахчара çĕрĕ çитĕ-ха, ак та ак. Анчах тулă акнăшăн, пĕр çулхи пек, налук килсе хумĕç-ши?
— Ан хăра, кинеми, — кулса ячĕ Микулай. — Халь унашкал йăла çук. Иртсе кайнă вăхăт... Манăн çĕнĕ вăрлăхсене тĕрĕслесе пăхмалла. Улĕм колхоз мана сăнав участокĕ хирте уйăрса парĕ-ха. Хамăн делянкăсем пу-лĕç. Кунта — тулă, кунта — шултра пăрçа, ыраш, урпа, пăри, хуратул, сахăр кăшманĕ... йăлтах çĕнĕ йышши!..
Çут тĕнчере халиччен пулман сортсем... Унччен... — Юрĕ, ывăлăм, юрĕ, — ăшшăн çуталчĕ кинеми сăнĕ. — Ху пĕлнĕ пек майлаштар...
Çав каç Микулай хăйĕн дневникне кĕскен çеç çырса хучĕ: «Иван Андреевич кӳренмĕ-ха. Вăл парса янă вăрлăхсем харама каймарĕç. Пĕр сăмахпа, кун ахаль иртмерĕ. Эпĕ юлташ тупрăм. Чăн-чăн юлташ!»
20
Чун канăçĕ пулмасан, çăпата та хуçаймăн, тенĕ чăваш ĕлĕк-авалах. Уруковпа тĕл пулса калаçнă хыççăн, çавăн пекех Иван Андреевич пехилленĕ паха вăрлăха сых ятне те пулин акса хăварнă хыççăн, Микулай кăшт лăпланчĕ.
«Эпĕ юлташ тупрăм...» Çак сăмахсем унăн дневникне ахальтен мар шултра саспаллисемпе çырăнчĕç. Тата... Нина çырăвне те вăл кăкăр çумĕнчи кĕсйинчех чиксе çӳрет. Пĕчĕкçĕ кăна хут татăкĕ унăн чĕрине куллен ăшăтса тăрать — хурлăх та унта, савăнăç та. Чи пахи — шанчăк... Шанчăк пуррисем вара — телейлĕ...
Чăн та, килнĕренпе лайăххăн ĕçе тытăнайманнишĕн çамрăк агроном пăшăрханать-ха. Малтанхи кунсенчех ютшăнасси те пурччĕ пуль. Ун пек чухне пĕр кун пурăнни уйăх пурăннăн туйăнать. Халĕ Микулай самаях хăнăхрĕ, çынсемпе çывăххăнрах паллашрĕ. Ыррипе усаллине тĕрĕсрех уйăра пуçларĕ.
Колхоза килсен тепĕр куннех-ха Александр Васильевич Сармаев агронома тырпул пухса кĕртмелли ĕç планĕ пирки шухăшласа пăхма сĕннеччĕ. Шухăшла-шухăшла пуçне сахал мар ватрĕ агроном. Çук çав, шухăшланипех шурă пӳрт лартаймăн. Чăн малтан мĕнпур машинăсемпе ĕç хатĕрĕсене тĕрĕслесе тухмалла пулчĕ — юсавлă-и вĕсем, юсавлă мар-и?
Çак ĕçре ăна уйрăмах колхоз механикĕ Иван Ермолаев хытă пулăшрĕ. Виçĕмçул Ермолаев ахаль тракторист-комбайнер кăначчĕ-ха. Унтанпа вăл механизаци шкулĕнче пĕр çулталăк хушши вĕреннĕ иккен. Пăхма хăй — мăранрах та кăнттамрах этем. Чутламан юман кĕреш. Ури айĕнче çĕр чĕтресен те вăл хăнк та тумĕ.
Пĕвĕ-сийĕ лутра пирки вăл чĕркуççи таран çĕр ăшĕнче тăнăн курăнать. Тӳрех çĕртен тымарланса ӳсет эппин. Виçĕмçул Шангин ун çине йăпăрт пăхса илсен те хăй ăшĕнче кулмасăр тӳсейместчĕ. Иван Ермолаевăн çаврака пуçĕ çинче пĕлĕм пек лапчăк кепка сарăлса выртатчĕ. Кепкине машина çăвĕ витĕрех витнĕччĕ ĕнтĕ — çатма çине хур та çаплипех ăшала.
Халĕ Ермолаев ахаль тракторист-комбайнер кăна мар, аслă механик. Колхозăн пĕтĕм техники ун аллинче. Тумланасса та вăл типтерлĕрех тумланса çӳрет. Пуçĕнче — улăм шлепке, çийĕнче — çыпăçуллă кăвак комбинезон, хулпуççи урлă сăран сумка çакса янă. Çарти офицерсем унашкал сумкăна тактика карттисем чиксе çӳреççĕ.
Ĕçне кура механикăн халăх умĕнчи хисепĕ те пур. Ăна хăйĕнчен çамрăккисем çеç мар, ватăраххисем те Иван Ермолаевич тесе чĕнеççĕ.
Иван Ермолаевичпа агроном кашни бригадăна çитрĕç. Пĕр-пĕр машина юсавлă мар пулсан, мĕн юсавлă маррине кăтартса, бригадирпа пĕрле акт çырчĕç. Ытлашширех те япăхнă икĕ комбайнпа виçĕ трактора çав кунах районти «Сельхозтехника» мастерскойне леçрĕç, çăмăлрах юсамаллисене колхозăн тимĕрç лаççи патне турттарса пычĕç.
Хăй мăранрах пулин те, механикăн куçĕ çивĕч. Тата унччен тракторист-комбайнерта ĕçлени питĕ пулăшать ăна. Хăш агрегатăн мĕнле кăлтăк пуррине вăл туххăмрах тупать, вара улăм шлепкине куçĕ çинерех антарать те хăйĕн юратнă сăмахне каласа хурать:
— Яснă-ясмăк!..
Вĕри ĕççине тухиччен пур япалана та пĕр вак-тĕвек юлми, тĕплĕн хатĕрлесе çитермелле. Йĕтем çинчи тырра хырса купалама йывăç кĕреçесем кирлĕ, шăлса-пуçтарма — çулăк-шăпăр, тиесе турттарма — шăналăкĕ-миххи, виçме — тараси-виçи. Юсавлă машинăсемпе ытти ĕç хатĕрĕсемсĕр санăн пĕтĕм плану-качку пуçхĕрлĕ варкăнма пултарать. «Вак-тĕвек» тĕлĕшпе çăмрăк агронома иккĕмĕш бригада бригадирĕ Тарас Иванович Пайгусов тăван ашшĕ пекех пулăшса пычĕ.
Анчах тепле ăслă машина та, тепле лайăх ĕç хатĕрĕ те çынсăр ĕçлеймест. Кашни çынна тивĕçлĕ çĕре вырнаçтарас тĕлĕшпе агроном каллех чи малтан бригадирсемпе, унтан механикпа канаш тытрĕ.
Вĕри ĕççи — йывăр та хаваслă вăхăт. Колхозниксем çулталăк хушши тар юхтарса ӳстернĕ çимĕç-пурлăха тĕрĕс-тĕкел пухса кĕртмелле. Çамрăк агрономшăн уйрăмах пăлхануллă самант. Ĕнтĕ вĕренӳри мар, ĕçри пĕрремĕш экзамен, пурнăçри пĕрремĕш утăм. Пурте ун ĕçне куç сиктермесĕр сăнаса тăраççĕ, унран пысăк пархатар кĕтеççĕ. Ĕçре вăл пĕр-пĕр такăнсан, хĕпĕртекенсем те тупăнĕç. Шĕшлĕ Çеменĕ унта, Ăçтиçук-Таçук... «Эхе-е-е, — тейĕç вĕсем, шăл йĕрсе, — хулари столовăйра булкăпа чей ĕçсе ларасси мар çав кунта!..» Çын çăварĕ хапха мар, хупас тенипех хупаймăн.
Çапах та, Микулай тусăм, хамăртан култарас марччĕ, ял кулли пулас марччĕ!
Тырă вырма тухиччен вăхăт чылай-ха, анчах ĕçĕ те нумай. Хирти калчасене лайăх пăхса çитĕнтермелле. Юр кайса пĕтнĕренпе çумăр çумарĕ пулин те, çурхи тырăсем питĕ тикĕс шăтрĕç. Ӳсме çеç вăраххăнрах ӳсеççĕ. Ун вырăнне çумкурăкĕ ашкăрать. Çав усал тăшмана пĕтерме колхозăн халлĕхе хими имçамĕсем — гербицидпа семазин таврашĕсем çук-ха. Техникăна лайăхрах ĕçлеттермелле, мĕнпур культиваторсемпе окучниксене кӳлмелле. Эх, кунта Нинăпа Лида пек хастар хĕрсем кирлĕччĕ!.. Кукуруза пуссинче, авă, тăваткал тĕмсене тĕрĕсех тăвайман. Ермолаев механикпа бригадирсем куллен сăнаса тăрайман пулас. Сахăр кăшманĕн речĕсем те кукăр-макăр курăнаççĕ. Нина Ювашева акнă чухне вĕсем çип çапнă пек тӳрĕ выртаканччĕ. Халь вара кукурузăпа кăшман речĕсем хушшине культиватор кĕртсе яма хĕнтерех пулать. Акнă чухнехи кукăр-макăра кăпкалатнă чухне тӳрлетеймĕн. Хунав калчасем пайтах суранланĕç.
Куллен хире тухса çӳренĕ май, агроном тепĕр ырă мар япала та асăрхарĕ. Çанталăк пĕр вĕçĕм шăрăх тăнипе хирте тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă амаланса ĕрчеме тытăнчĕ. Черченкĕ ешĕл пăрçа калчи çинче тепĕр йышши пăрçа сиккелет. Агроном бригадирсемпе сăмахласа пăхрĕ те ялти мĕнпур инкесене кĕл пухтарма хушрĕ.
Кăмака кĕлне дустпа хутăштарса, вара пăрçа калчине çеç мар, кукурузăпа сахăр кăшманĕн калчисене те имлерĕç.
Калча речĕсем хушшине культиваторсемпе кăпкалатнă чухне агроном минерал çăнăхĕ сапма тăрăшрĕ. Чăн та, кӳрсе килнĕ минералсем сахалтарах пулчĕç, çĕнĕрен туянма колхозăн «алă айĕнче» укçа-тенкĕ тупăнаймарĕ. Юрать-ха, пушар лупасĕ айĕнче пĕлтĕртенпех суперфосфат купи выртнă. Агроном ăна пĕр пĕрчĕ юлми шăлса пухтарчĕ.
Шыракан тупать, теççĕ. Тепĕр лупас айĕнче Шангин тепĕр тĕлĕнтермĕш çине пырса тăрăнчĕ. Ку вăл — калчасене тислĕк е аммиак шĕвекĕпе апатлантармалли «ГАН-8» текен çĕнĕ йышши машина. Тахçан ытти машинăсемпе пĕрле кӳрсе килнĕ те ăна çаплипех лупас айне кĕртсе лартнă. Унпала мĕн ĕçлемеллине никам та лайăххăн тĕшмĕртеймен. Хайхи агроном çав агрегата Ермолаев механика кăтартрĕ те, лешĕ ун тавра темиçе хутчен пăха-пăха çаврăнчĕ.
— Яснă-ясмăк — терĕ юлашкинчен. — Паянах кукуруза пуссине кăларатпăр. Аттуш фермăран тислĕк шывĕ пĕр уссăр юхса выртать.
«Хире тухрăм — хир куртăм...» Юрăри сăмахсем питĕ хитре янăраççĕ. Анчах хирте агроном куçне хитри кăна мар курăнать-çке çав.
Колхоз уй-хирĕ урлă Çавал хĕрринелле икĕ енчен те темиçе тĕлте чылаях тарăн варсем туртăнаççĕ. Типĕ варсем. Хăйсем çеç мар-ха, вĕсем таçтан-таçтан юпленсе-туратланса килеççĕ. Çитменнине тата çырма-çатра юпписем çултан-çул ӳсеççĕ, нумайланаççĕ, сарăлаççĕ.
Вар хĕррисенче нимĕн те ӳсмест. Кунта хура тăпрана йăлтах çумăрпа юр шывĕсем çуса кайнă. Тĕмескерех вырăнсене ял çыннисем «çил çамки» теççĕ. Тăпрари тутлăхлă çимĕçсем çилпе те сахал мар вĕçсе каяççĕ. Акă ăçта вăл эрози, çĕрĕн чĕрĕ сĕткенне типĕтекен рак чирĕ!
Çӳлтен кăтарту парасса çеç кĕтсе ларма хăнăхнă çынсем хăйсем тĕллĕн нимĕнле çĕнĕ ĕç те пуçарма хăяймаççĕ. Теприсем тата мĕн хушнине питĕ айванла ăнланаççĕ. Енчен енне çапăнаççĕ. Çум çумлама хушсан, çумĕпе пĕрле çарăкне те тăпăлтарса ывăтаççĕ.
Курăк акмалли пусă çаврăнăшне пĕтермелле тенине кунта курăк таврашне пуçĕпех пĕтермелле тенĕ пек ăнланнă, Вильямс системине пăрахăçлани ырă курăксене пăрахăçлассине пĕлтермест-çке-ха. Тĕрĕс ăнланман. Ан тив, курăксем тĕштырă акакан пусă çаврăнăшĕнче ан пулччăр тейĕпĕр, анчах вар хĕррисене акмаллах вĕсене. Вĕсем тăпрана шыв юхтарса каясран, çил вĕçтерсе пĕтересрен сыхланă пулĕччĕç. Калăпăр, люцерна. Унăн тымарĕ питĕ тарăна каять, çапла вара, тăпрана çирĕплетет, азотпа пуянлатать. Люцерна ути — выльăх-чĕрлĕх валли витаминлă паха апат. Уйрăмах авăртса çăнăх тусан усăллă. Хĕл кунĕсенче çав апата кăштаххăн çитерсен те, пăрусемпе сысна çурисем, путексемпе кайăк-кĕшĕк чĕпписем авитаминозпа е ытти чир-чĕрпе аптăраман пулĕччĕç. Пахалăхĕпе клевер та, хайхи чавка пуç е пыллă пуç тени, люцернăран кая мар. Çавă çав, шухăша пуç тавра хивререх çавăракан çук.
Çырма-çатра таврашĕнчи çĕрсем эрозие пула çултан-çул вуншар гектар юрăхсăра тухаççĕ. Юлашкинчен çав вырăнсенче путек çыртмалăх курăк та ӳсейми пулать. Колхозăн çĕрĕ ахаль те хĕсĕк. Малашне те кун пек киревсĕр пăхсан, чунсăр хуçалансан, пуçĕпех çĕрсĕр тăрса юлăпăр. Çуллен хире тăкакан тислĕкпе минералсем те пĕр усăсăрах юхса пĕтеççĕ.
«Тăпра юхăннине чарасси» темăпа Николай Шангин пĕлтĕр «Правда» колхозра дипломлă ĕç çырнăччĕ. Çав япала халь ăна ача вăййи пек çеç туйăнать. Шаларах кĕмелле, ĕçе тарăнрах илсе пăхмалла. Çĕре çиелтен çеç шăйăрттарса сухаласан, тăпрари тутлăхлă çимĕçсем шывпа ытларах юхса каяççĕ. Тарăн сухаласан, шыв тăпрана сăрхăнать. Эппин, Микулай тусăм, суха кассине тарăнрах илтер! Хирте те, пурнăçра та тарăн суха кирлĕ.
Пуçĕпех ĕçе парăннă май, Микулайăн кун иртни те сисĕнми пулчĕ. Пиншак кĕсйинче, чĕре çумĕнче çӳрекен Нина çырăвĕ те ăна ĕнтĕ темĕнле талисман пекех туйăнать. Кăмăла çĕклентерет вăл, ĕçре вăй хушать, ӳлĕм телей кĕтмелĕх шанчăк парать. Апла пулин те, Микулайшăн мĕнпур çул çинчи тумхахсем тасалчĕç, кăлтăк-сăлтăксем пĕтрĕç теме çук-ха. Пурнăçра савăнмаллипе пĕрлех такăнмалли тупăнса пырать. Ыррипе юнашар — усалли, ăшшипе хутăш — сивви...
Пĕррехинче çамрăк агроном колхоз правленине яланхинчен иртерех пырса çитрĕ. Паян унăн колхоз председателĕпе юнашар ларсах калаçмалла. Кăшт каярах юлса пыратăн, лешне кабинетра курса ĕлкĕрейместĕн: е района тухса вĕçтерет вăл, е бригадăсемпе фермăсене каять. Хăйĕн мăранлăхне кура мар, пӳлĕмре ларма юратмасть.
Паян, агроном пырса кĕнĕ чухне, председатель сĕтел хушшинче хăй вырăнĕнчех ларатчĕ. Алăк патĕнче тăракан Хветуç инкене вăл темĕнле ĕç хушатчĕ пулас.
— Юрĕ-çке, юрĕ, — текелет инке темĕнле çĕткелешнĕ сасăпа. — Халь ăнлантăм ĕнтĕ... Ара, çĕркаç унта тем кăшкăрашаççĕ... Кĕçех хăлха çурăлса каятчĕ... Кăлихвонĕ лайăххăн ĕçлемест...
— Кăлихвон мар, телефон, — тăрăшсах тӳрлетет инке чĕлхине председатель. — Миçе каламалла сана!.. Районтан е Шупашкартан килнĕ пĕр-пĕр çын умĕнче персе ярсан, кулса вилĕç. Вăт «Маяк» колхозра культура еплерех, тейĕç! Эх, эсĕ те çав, кăлихвон!.. Авă, агроном кулать...
— Кулĕçин тата! — аллине сулчĕ Хветуç инке. — Кулаканнине куршанак çыпăçтăр. Эпĕ чупам-ха, Уруковне пĕлтерем эппин. Паян вуниккĕ тĕлне çитмелле терĕç-и-ха? — инке стена çумĕнчи сехет çине пăхса илчĕ те икĕ аллине лăштăрах усрĕ. — Турăçăм! — хыпăнса ӳкрĕ вăл. — Сехет чарăннă!.. Сăватить тума маннă!.. Нихçан та манакан марччĕ. Ырра марах ку, ырра мар...
Хайхи Хветуç инке пукан çине йăпăр-япăр улăхса тăчĕ те, пысăк сехете пысăк уçăпа пăра-пăра, самантрах хута ячĕ.
— Миçе çитнĕ-ши халь? — ыйтрĕ инке, çамрăк агроном еннелле çаврăнса.
Агроном аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ.
— Çиччĕ çитесси вунвиçĕ минут, — терĕ вăл. Хветуç инке пукан çинчен аннăччĕ ĕнтĕ. Темшĕн-çке Микулай стена çинелле куçне çĕклерĕ те сехет чалăш çакăнса тăнине асăрхарĕ. Чалăш кăна та мар-ха, пуçĕпех хăяккăн. Ăна Хветуç инке пăркаласа чалăштарчĕ пуль тесе, Микулай тӳрлетме шутларĕ. Анчах вăл пукан çине улăхса аллине сехет патнелле тăссан, Хветуç инке шариех çухăрса ячĕ.
— Айтурух, ан тĕкĕн!..
Ăна-кăна чухлайман агроном председатель еннелле питех те тĕлĕннĕн çаврăнса пăхрĕ.
— Сехечĕ çав йышши пирĕн, — терĕ Сармаев кулкаласа. — Хăяккăн анчах ĕçлет. Эпĕ хам пыма та хăратăп ун патне. Сехет хуçи — Хветуç инке. Вăл çеç пĕлет тухатмăш механизмăн майне-шывне.
— Мĕн тухатмăшĕ унта! — мăкăртатса илчĕ Хветуç инке. — Чип-чипер сехет... Çĕрле те хама юлташ... Хветуç, Хветуç! тесе чĕннĕ пек шаккать.
— Ну, çитĕ! — пӳлчĕ ăна председатель. — Уруков патне хăвăртрах чуп!..
Хветуç инке тухса кайрĕ.
— Мĕн пулнă? — кăшт шуйхăнарах ыйтрĕ çамрăк агроном. — Пĕлме юрасан...
— Нимех те пулман, — терĕ председатель. — Урукова Шупашкара чĕнеççĕ. Парторганизаци секретарĕсен семинарне. Вунă кунлăха. Ĕнер каç райкомран телефонпа пĕлтернĕ. Пирĕн Хветуç инке нимĕн те ăнланайман.. «Семинари... Кăлихвон... Уруков... Шупашкар...» — çуйхашать кăна хăй... Юрать-ха каçхине райком секретарĕ патне хваттере шанкăравласа пăхрăм... Уруковăн паян вуниккĕ тĕлне Шупашкара çитмелле... Вăт сана «кăлихвон»!
Ку хыпара илтсен, Микулай хытах пăшăрханчĕ. Епле-ха капла? Парторганизаци секретарĕ «Нина Ювашева ĕçне» тĕпĕ-йĕрĕпе хăй тĕпчесе тухасшăнччĕ. Пĕркун садра куçа-куçăн калаçнăранпа вĕсем урăх тĕл пулаймарĕç. Мĕн туса ĕлкĕрнĕ-ши Уруков? Микулай нимĕн те пĕлмест. Паллах, кунашкал чăркăш ĕçĕн тупсăмне хăвăрт шыраса тупма çук-ха. Вăхăт кирлĕ, тӳсĕм кирлĕ. Микулай кĕтме хатĕр. Анчах вăл сисет: юлашки вăхăтра комсомол комитечĕн секретарĕ Кариньков ун çине тата сивĕрех куçпа пăха пуçларĕ. Ахăртнех, Шангина хирĕç тем ырă мар япала хатĕрлет...
Колхоз председателĕ патне агроном паян хăйне канăç паман чи кирлĕ сăмахпа килнĕччĕ. Уруков Шупашкара каясси çинчен пĕлсен, агрономăн сăмах-юмах ваклас кăмăлĕ сасартăках пĕтсе ларчĕ. Çакна председатель те асăрхарĕ.
— Эсĕ мĕн, Николай Степанович, тĕксĕмлентĕн? — ыйтрĕ вăл, агронома куçĕнчен тинкерсе. — Санăн та Шупашкаралла вĕçес килет-им? Çавă ĕнтĕ, хула хыççăн ялта тунсăхрах...
— Çук-ха, Александр Васильевич, ун пирки мар, — хуравларĕ агроном, вара кăшт шухăшласа тăчĕ те хăй мĕн сăмахпа килнине тӳрех каларĕ. — Эпĕ питĕ лайăх çурт тупрăм, — терĕ вăл. — Унта агрохими лабораторийĕ уçма пулать. Лаборатори валли мĕнпур хатĕр-хĕтĕре «Союззооветонаб» урлă туянатпăр. Эпĕ çыру ярса пăхрăм, ответне те илтĕм. Акă, — Микулай кĕсйинчен хут татăкĕ кăларса çавăнтах председателе тыттарчĕ. — Хаклă мар... Пирĕн ĕçре лабораторисĕр те май çук. Вуçех май çук.
— Апла-а-а, — вăраххăн сывласа илчĕ председатель. — Лаборатори... Питĕ аван япала... Анчах, агроном юлташ, эс мана сĕтел çине план хурса пар-ха. Тыр-пул пухса кĕртмелли ĕç планĕ... Пĕркунах каланăччĕ... районтисем ыйтаççĕ... Ĕçе, кулленхи ĕçе тимлĕрех тытăнмалла. Вăхăт çитсен, лаборатори мар, академи филиалĕ те уçса парăпăр.
Сармаевăн яланхи тӳрккесрех сăмахĕшĕн çамрăк агроном кӳренмерĕ. Хаçатпа чĕркенĕ хут тĕркине сӳтрĕ те сĕтел çине шăпах председатель кĕтнĕ ĕç планне уçса хучĕ.
— Акă, Александр Васильевич, — терĕ агроном. — Халлĕхе проект... Бригадирсемпе канашланă... Правленире пăхса тухмалла...
— Юрать, питĕ аван, — чăнласах хĕпĕртенĕ пек пулчĕ председатель. — Пăхса тухăпăр... Халь каймалла-ха... Ĕне витине витмелли шифер пирки райсоюза çитмелле. Хам каймасан — пулмасть. Пур çĕре те хамăн ĕлкĕрмелле!
Вăл вара хăй хистесе-васкатса çыртарнă плана тытрĕ те, сĕтел сунтăхне чиксе, шăкăр-шакăр питĕрсе илчĕ.
— Пăхса тухăпăр... Тармасть...
Çамрăк агрономшăн кунтан та ытларах кӳренмелли мĕн пултăр-ха ĕнтĕ? Колхоз председательне вăл чи усал сăмахсем каласа хăтăрса тăкма хатĕрччĕ: «Пĕлевленнĕ пĕрене!.. Бюрократ!.. Чул чĕре!.. Малтан васкатать хăй. Халь акă...» Анчах Микулай тарăхнă кăмăлне пусарчĕ, шăлне çыртрĕ. Мĕн тăвăн, çавнашкал çын ĕнтĕ вăл Сармаев. Çур яла вут хыпсан та, хăй хыпăнса ӳкекенниех мар. Тырпул пухса кĕртмелли план та ăна, тĕрĕссипе, «çӳлтисене» кăтартма çеç кирлĕ. Хурми пултăр. Ытти — çăкăр хытти.
Агроном çав план пирки шухăшласа çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрман. Кашни жатка мĕн чухлĕ вырассине, кашни комбайн мĕн чухлĕ тырă çапса пуçтарассине тĕплĕн шута илнĕ. Мĕнпур агрегатсем сехет пек тĕрĕс ĕçлемелле. Вăл пур, плана тытрĕ те сĕтел сунтăхне пĕтĕрсе чикрĕ. Унăн каймалла имĕш. Вăл хăй каймасан, ĕç пула пĕлмест. Унăн пур çĕре те ĕлкĕрмелле. Вăл кабинетра ларма юратмасть, анчах вăл çӳренинчен усси те курăнсах каймасть-ха.
Мыскаран мăйраки кукăр, теççĕ. Кулăшла пулса тухрĕ-ха паян правленире... Чалăш сехет — хăех пĕр мыскара. Хăяккăн çеç ĕçлеме пултарать иккен, тӳрлетсен — чарăнать. Епле сиксе ӳкрĕ Хветуç инке: «Айтурух, ан тĕкĕн!..»
«Çук, председатель юлташ, — хăй ăссĕн тавлашса пычĕ Шангин, хирелле утнă май, — эсир тепле чарсан та, пурпĕрех тĕкĕнĕпĕр! Чалăш сехетсене те тӳрлетĕпĕр! Пирĕн васкавлă вăхăт хăяккăн чупма пултараймасть. Эпĕ те академи филиалне уçасса кĕтсе лармăп. Манăн лаборатори пулатех. Сире те плансене хисеплеме вĕрентĕпĕр. Саккунлă! Ха эсĕ, тупăннă чалăш сехет!..»
Çак самантра Шангин куçĕ умне председателĕн çутам пӳ-сийĕ стена çумĕнчи чалăш сехет евĕрлĕрех тухса тăчĕ. Сехет хашакине юман йывăçран тунă тăрăхларах тăваткал ещĕк. Шалта вара — чалăш май кăна ĕçлекен механизм...
Хирте çав кунхине сахăр кăшманĕпе кукуруз калчисен речĕсем хушшине малтанхи хут кăпкалатма тытăннăччĕ. Калчасем вăйсăр-ха. Питĕ асăрханса ĕçлемелле. Механизаторĕсем çамрăк, иртнĕ хĕлле çеç курсран вĕренсе килнĕ. Агрегатсене тикĕссĕн тытса пыраймаççĕ.
Ермолаев механик та кукуруза пуссинчеччĕ. Вăл текех тӳссе тăраймарĕ.
— Яснă-ясмăк! — терĕ те пĕр тракторĕ çине хăй улăхса ларчĕ.
Агроном сахăр кăшманĕ акнă пусса çитме васкарĕ. Кунта та ĕç чалăш-чĕлĕш пырать. Çавăнпа тепĕр «Беларусь» рульне агрономăн хăй аллине илме тиврĕ. Хăй çумне çамрăк тракориста тăратрĕ: пĕр ларкăч çине иккĕн ларма çук, хыçалта та пулин тăрса пыр, кур, вĕрен! «Эх, çакăнта Нина пулсанччĕ! — пăшăрханса шухăшларĕ Микулай. — Вăл хăй мана вĕрентĕччĕ...»
Ĕçре вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Механизаторсем валли хире кăнтăрлахи апат илсе тухрĕç. Агроном та вĕсемпе пĕрлех ларса апатланчĕ. Кун хыççăн тепĕр хушă татах тракторпа ĕçлерĕ. Хăйĕн кулленхи йĕркепе медпункта каймаллине те маннăччĕ ĕнтĕ вăл. Шăп çав вăхăтра ялтан Хветуç инке талкăшса çитрĕ. Анчах агронома медпункта мар, комсомол комитетне чĕнеççĕ иккен. Кариньков чĕнет!..
Шангин тӳрех ăнланчĕ: ырра мар ку япала. Колхозри парторганизаци секретарĕ Уруков Шупашкара тухса кайнă. Вунă кунлăха. Халь, авă, Кариньков çав вăхăтпа усă курса юласшăн. Вăл пĕркунах Шангина комитета чĕнтерессипе хăратнăччĕ. Пăхăр та курăр, Кариньков хăй сăмахне çирĕп тытать, пĕр пунктне те сиктерсе хăвармасть: Шангин юлташ, тархасшăн, комитета! Сана ответ тытма вăхăт имĕш.
«Анчах курăпăр-ха, кам кама ответ тыттарĕ! — шухăшлать çамрăк агроном, клубалла пырса кĕнĕ май. — Тытăçас-тăк тытăçас!.. Лачакара çăрăниччен ту çинелле хăвăртрах чупса улăхас!..»
Николай Шангин пырса кĕнĕ чухне Кариньков пӳлĕмĕнче çич-сакăр арçын ларатчĕ. Пурте йĕкĕтсем, пĕр хĕр чунĕ те çук. Микулая ку мар-ха, урăххи тĕлĕнтерчĕ. Комитет членĕсем хушшинче Ванька Черкалов ларать.
«Председатель района кампа кайнă-ши вара? — хăй ăссĕн тавçăрса илесшĕн пулчĕ Микулай. — Э-э, чим!.. Ахăртнех, вăл грузовикпа кайнă. Унăн шофер тиесе килмелле-çке-ха».
Черкалов — çăмăл машина шоферĕ. Черкалов халь кунта. Черкалов — комитет членĕ. Черкалов Римма Хаяркинăна савать. Савать çеç мар, çунсах юратать. Сыхлан, Микулай! Эсĕ куллен медпункта çӳренине Черкалов сăнасах тăрать. Пĕркун эсĕ Риммăпа клубалла кайнă чух Черкалов тăкăрлăкран сана куçĕпе вăрттăн ăсатрĕ. Сана вăл паян кĕвĕç чунĕ каничченех тавăрма пултарĕ.
Тепле тăрăшсан та, Микулай хăй куçне Черкалов çинчен илеймерĕ. Лешĕ темĕнле кӳлĕри шапа лĕкки тĕслĕ пиншак тăхăннă, шурă кĕпе çухине çиеле кăларса хунă. Сăнĕ тĕксĕм. Çӳхе тути хĕррисене чăп хĕссе лартнă та тути вырăнне çинçе кĕрен çип йĕрĕ çеç юлнă.
«Пĕтерет ĕнтĕ ку мана!» — йӳçеккĕн кулса илчĕ Шангин. Анчах... Тăхтăр, кун пирки кайрантарах.
Хăйĕн çӳллĕ хыçлă пуканĕ çинче Кариньков темĕнле трон çинче ларнă пек ларать. Яланхи милкемес çӳçне хыçалалла тураса хунă. Калаçасса ĕшеннĕ çын пекрех вăраххăн калаçкалать. Çав вăхăтрах хăйĕн сумлăхĕпе курăмлăхне самантлăха та манмасть.
— Паян пирĕн пĕр ыйту пăхса тухмалла, — терĕ вăл, куçне умĕнчи хут çинчен çĕклемесĕр. — Николай Степанович Шангин комсомолец çинчен... персональнăй ыйту...
Хăйне мĕн пирки «айăплассине» Шангин ахалех чухлать-ха: вăл çын килйышне сĕмсĕррĕн пырса хутшăннă имĕш, çавна пула, «чип-чипер пурăнакан» мăшăр хушшинче харкашу тухса кайнă, çемье пăсăлнă; ку çеç те мар, комсомол комитечĕ çамрăксен мораль тасалăхĕшĕн кĕрешнĕ чухне Шангин «кая юлнă элементсемпе, тĕн сĕрĕмĕнчен хăтăлайман çынсемпе çыхăнать, комитет йышăннă тĕрĕс решенисене ревизи туса çӳрет» (ах, аçа çапман ревизионист!), «çапла вара, организацири дисциплинăна хавшатать», «пĕтĕм коллектива анархизм çулĕ çинелле сĕтĕрет».
Микулай кĕтнĕ пекех, Кариньков паянхи «персональнăй ыйтăва» шăп та лăп çавнашкал сăмахсемпе ăнлантарса пачĕ. Çапах та Микулай тӳсеймерĕ, сиксе тăчĕ те ыйтрĕ:
— Кариньков юлташ, мĕншĕн тăрăнатăн эс мана? Мĕн шыратăн?
— Пĕлместĕн пулать? — тутине йĕрĕннĕн пăркаласа илчĕ лешĕ. — Пăлхатма пĕлетĕн, ответ тытма вăхăт çитсен, пăлахая перетĕн. Çук, Шангин юлташ, унашкал ĕç тухаймĕ. Каласа кăтарт хăвăн «пархатарлă ĕçӳсем» çинчен... Эсĕ «инкеке лекнисене» пулăшас тесе çунатăн-çке-ха... Колхозлă ялта темĕнле «тарçăсемпе чурасем» шыратăн... Вĕсене «пусмăртан хăтарма» хатĕр имĕш...
— Хатĕр! — терĕ Шангин питĕ шăппăн, анчах çирĕппĕн. — Эпĕ вĕçне çитичченех кĕрешме хатĕр!
— Нина Ювашевăшăн, çапла-и? — йĕкĕлтесе илчĕ Кариньков. — Ĕлĕкхи чун савнишĕн?!
— Çапла, Нина Ювашевăшăн, — пат татса çирĕплетрĕ Шангин. — Эсир...
— Каçар, Шангин юлташ, — пӳлчĕ ăна Кариньков. — Ювашева хăй ирĕкĕпе качча тухнă... Никам та ăна чĕр-çилам тытса кайман, авалхи пек вăрламан... Чиркĕве ачине тĕне кĕртме те вăл хăй ирĕкĕпе кайнă. Никам та хăваламан ăна... Эсĕ, Шангин юлташ, колхозра агроном ĕçне тытăнас вырăнне йăлтах урăххипе интересленетĕн... Урăххи илĕртет сана, урăххи!..
— Çук, урăххи мар! — терĕ Шангин. — Этем шăпи маншăн — урăххи мар! Анчах эпĕ пĕр япалана çеç ăнланаймстăп. Итле-ха, Кариньков юлташ, эсе акă — çамрăк çын... Нивушлĕ сан куçу çав териех япăхнă?.. Пĕр-пĕр çĕр çулхи мучирен те суккăртарах?.. Е хура карав карса илнĕ сан куçна?
Хĕрсе кайнă Шангина никам та пӳлме хăяймарĕ. Вăл вара хăйĕн тăвăнса çитнĕ шухăш-кăмăлне пĕтемпех комитет умне кăларчĕ.
— Эсир пурте, тĕрĕссипе, Хадаровсене хӳтĕлетĕр, — терĕ Шангин. — Иван Демьянович Хадаров — ялта ырă çын, сумлă çын, районта — пысăк чин. Эппин, çывăхарах пырса пăхăр-ха. Хадаров хăйĕн сарлака çурăмĕпе сăпса йăвине, арлан шăтăкне хӳтĕлесе пурăнать. Çав вăхăтрах хăй вăл — алла вĕрентнĕ шурă упа. Чăн-чăн хуçи — Ăçтиçук-Таçук. Шурă упана вăл, циркри пек, мĕнле кирлĕ çапла тыткалать. Усламçă, харампыр. Унăн куçĕнче те пăхăр укçа кăна сиккелесе тăрать. Пысăк хуçалăхра ĕçлеме ăна тарçă кирлĕ. Ăнланатăр-и эсир, комитет членĕсем, Нина Ювашевăна Ăçтиçук-Таçук чура вырăнĕнче тытса усрать! Лаша вырăнĕнче!.. Хадаровсен услап ывăлĕ — тĕнче янккамасĕ... Вăл имĕш ырлăх курма кăна çуралнă... Тупăннă улпут ывăлĕ!.. Вĕсем, колхоза виçĕ пуслăх та усă кӳмесĕр, колхозник ячĕпе витĕнеççĕ. Вĕсене хирĕç ялта никам та шăл шурри уçаймасть... Хадаров — ырă çын, Хадаров — пысăк чин... Çук, юлташсем, эпĕ урăххи çинчен мар, шăпах çавăн çинчен, чи кирли çинчен калаçатăп. Куçăр-пуçăра лайăхрах чармаклăр, вара мĕн курăнмалли хăех курăнĕ!..
— Демагоги! Шантаж! — вырăс сăмахĕсемпе перкелешме тытăнчĕ Кариньков. — Таса çынсене пылчăкпа варалатăн. Манăн ыйтса пăхас килет, — сассине сасартăк пусарчĕ вăл: — Эсĕ, Шангин юлташ, йытă çыртнипе таçта чăнласах урма тытăнман-и?
— Йытă çыртнипе мар, эсир çыртнипе урса та кайăн, — тӳрех тавăрчĕ Микулай.
Комитет членĕсем кăмăлсăррăн мăкăртатса илчĕç:
— Ку пире куçăнах кӳрентерни пулать!
— Культурăллă çыннăн чĕлхене тытма пĕлмелле!..
— Тăхтăр, — ансăр та тăсмака ал тупанĕпе сĕтеле лапп! çапса илчĕ Кариньков. — Ман тепĕр ыйту пур... Итле-ха, Шангин юлташ, эс, акă, Нина Ювашевăшăн хыпăнса çӳретĕн, анчах Ювашева хăй мĕншĕн шăпăрт та шарламасть? Ма хӳтĕлемест хăйне? Э?..
Шангиншăн ку йывар ыйту пулчĕ. Пĕр хушă вăл нимĕн те чĕнмерĕ. Унтан каларĕ:
— Хунав йывăçа таптаса хуçсан, — терĕ Микулай вăраххăн, — йывăç хăвăртах тӳрленеймест, ӳссен те, кукăр-макăр ӳсет е пуçĕпех хăрса ларать.
Никам та хирĕç калакан пулмарĕ. Пурте шăпланчĕç — сăмах пине çитрĕ тейĕн.
Пĕр кĕтмен çĕртен Ванька Черкалов сăмах ыйтрĕ.
«Ку ман майлă пулас çук-ха, — шухăшларĕ Микулай. — Юрĕ, мана никам хӳтĕлени те кирлĕ мар. Уруков Шупашкарта ĕмĕр пурăнас çук. Кĕçех таврăнĕ... Вăл ăнланать».
— Ман шутпа, — терĕ Черкалов, çăварне уçмасăрах мăнаçлăн мумлесе, — кунта эпир чылай япалана тĕрĕслесе çитерейменни курăнать. Фактсем Шангин юлташ каланă пекех пулсан, ăна айăплама пирĕн нимĕнле сăлтав та çук. Капла пире хамăра лекме пултарать. Тĕплĕрех шухăшласа пăхар-ха, юлташсем, йăнăшмастпăр-и эпир?
— Ха! Хамăр хушăрах Шангин адвокачĕ тупăнчĕ, — Кариньков сĕтел хушшинчен тухрĕ те, аллисене хыçалалла тытса, каллĕ-маллĕ уткала пуçларĕ. — Пĕтĕм ответлăха туйса, тӳрех калатăп: Шангина нимĕнле адвокат та кирлĕ мар. Эпир ăна суд туса тимĕр читлĕхе ăсатма шутламастпăр. Пире унашкал право та паман. Пачах урăхла, — Кариньковăн сасси сасартăк çепĕçленчĕ: — Николай Степанович Шангин — çамрăк специалист. Вăл тин çеç ĕçе пуçăнать-ха. Пысăк ĕçе, чыслă ĕçе!.. Малтанхи утăмсĕнчех хăть камăн та йăнăшсем пулма пултараççĕ. Шангин юлташăн шăпах çавнашкал килсе тухрĕ. Ĕçе пуçăннă-пуçăнманах вăл пысăк йăнăшсем турĕ. Пытарма кирлĕ мар: серьезнăй йăнăшсем! Пирĕн ăна çав йăнăшсене çийĕнчех тӳрлетме пулăшмалла. Юлташла, тусла, тăванла...
— Хадаровсем пирки епле-ха вара?
— Нина Ювашева пирки? — унтан та кунтан илтĕнчĕç сасăсем.
Тавлашу çĕнĕрен хĕрсе кайрĕ.
Комитет ларăвĕ хăçанччен тăсăлассине калама та йывăрччĕ. Пурте ура çине сиксе тăрса пĕрне-пĕри кӳрентермелли сăмахсем вăркăтма тытăнсан, райкомол инструкторĕ сăмах ыйтрĕ. Микулай ăна паçăртанпах куç хӳрипе сăнатчĕ-ха: мĕн шухăшлать-ши районтан килнĕ çын? Микулай ăна лайăххăн пĕлмест. Колхоза килнĕ кун райкомолта пурĕ те пĕрре çеç курнă ăна. Çап-çамрăк йĕкĕт. Унăн ачалла ачаш, таса та шурă пичĕ вăхăчĕ-вăхăчĕпе хăй тĕллĕнех хĕреле-хĕреле каять. Питĕ вăтанчăк пулас вăл. Кам та пулин ăнсăртран персе янă кăшт тӳрккесрех сăмах тă ăна хытă иментерет. Ялта унашкал каччă-терĕшне хĕр пулма пӳрнĕскер теççĕ. Ахăртнех, вăл тин çеç вăтам шкултан е ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Паллах, ăсĕ çук мар унăн.
Вĕреннĕ чухнехи активлăхĕпе хастарлăхне кура, ăна тӳрех комсомол ĕçне илнĕ. Пăхсах курăнать: хăнăху çукрах-ха унăн. Çавăнпа питĕ именет, час-часах хĕрелет. Вăтанать.
— Юлташсем, — пуçларĕ, хăй сăмахне райкомол инструкторĕ, мăкăнь чечекĕ евĕр хĕрелсе, — ĕç-пуç çав териех шала кĕрсе кайнине эпĕ пĕлмен, — сасси хăйĕн шкулти шăнкрав пек шăнкăрти. — Кунта пĕр факт тепĕр фактпа çыхăннă... Темиçе фактпа... Пĕрре виç те çиччĕ кас, теççĕ ваттисем. Каçарăр, — инструктор пӳлĕнчĕ, унăн хĕрлĕ пичĕ хальхинче сĕт пек шуралчĕ. — Каçарăр, — аран çеç сывлăш çавăрчĕ вăл, — сăмахăм йăнăш тухрĕ. Çиччĕ виç те пĕрре кас, теççĕ ваттисем. Ĕçе лайăхрах тĕрĕслемелле. Тепĕр хут. Кунта райкомол аякра тăрса юлмĕ тесе шутлатăп эпĕ.
Лару саланчĕ. Микулай урама тухрĕ те хăй ăссĕн шухăшларĕ: «Райкомол инструкторĕн йăнăш сăмахĕнче те тĕрĕсси пур — пирĕн чылай чухне пĕрре виçсех çиччĕ касаççĕ».
Колхозри комсомол комитечĕ çапла нимĕнле решени йышăнмасăрах саланни Микулайăн кăмăлне çăмăллатмарĕ, ытларах йывăрлатрĕ кăна. Халь ĕнтĕ ĕçе районтисем хутшăнаççĕ. Каллех тĕрĕслесси те тĕпчесси пуçланать. Комиссисем килсе тулаççĕ. Капла хайхи çиччĕ мар, çитмĕл çичĕ хутчен те виçсе пăхĕç, çĕр те çитмĕл çичĕ хутчен касса пăхĕç... Каллех ĕçре чăрмав. Асап, чун асапĕ!.. Хисеплĕ Кариньков юлташ «çамрăк специалиста малтанхи утăмра пулăшас шутпа» пуçласа ячĕ имĕш çак пăтăрмаха. Тавтапуç, вăйлă пулăшу!..
Анчах Микулай пĕр япалана ниепле те ăнланаймасть мĕншĕн хӳтĕлерĕ-ха ăна паянхи ларура Ванька Черкалов? Мĕншĕн вăл, Кариньков калашле, «Шангин адвокачĕ» пулса тухрĕ? Тен, кунта Черкалов пĕр-пĕр «тактикăллă утăм» тăвать? Хэ-эй, тепĕр тесен, пурĕпĕрех мар-и?
Ĕнтĕ хĕвел аннă, ял çине каç ĕнтрĕкĕ ӳкнĕ. Микулай сасартăк аса илчĕ: унăн медпункта кĕмелле. Каллех укол. Вăхăтра пыманшăн Римма Хаяркина хытах тустарма пултарать.
Куллен укола çӳрени Микулая ĕçре ытлашши пысăк чăрмавах кӳмерĕ-ха. Римма хăй çеç ăна куçран ытлашширех тĕмсĕлсе пăха пуçларĕ. Çап-çаврашка куçĕсемпе пĕрре тĕллет те нумайччен вĕçертмест. Микулая медпунктра епле те пулин ытларах тытса тăма тăрăшать.
Шприцне тăхçанччен вĕретет, вакцинине вăраххăн хатĕрлет. Хăй вара çаврашка тутипе калаçать-калаçать, чĕвĕлтетет-чĕвĕлтетет, вĕçĕмсĕр «симпыл юхтарать».
Шангин медпункта паян питĕ каçа юлса пычĕ пулин те, Римма ăна, яланхни пекех, хавас кĕтсе илчĕ. Çивĕч куçлăскер, вăл каччă кăмăлĕ тăнăçах маррине те хăвăрт сисрĕ.
— Мĕн пулнă сана, Николай Степанович? — куçне-пуçне çаврашкалатса ыйтрĕ хĕр. — Пĕр-пĕр усал хыпар...
— Çу-ук, — аллине сулчĕ каччă. — Темех мар... Сăпса сăхрĕ...
— Сăпса? Хăш тĕлтен? — сехĕрленсе ӳкрĕ хĕр.
— Ак çак тĕлтен, — каччă аллине кăкăрĕ çине хучĕ те кулса ячĕ. — Чĕререн...
— Ăна сиплеме пулĕ-ха, — çаврашка куçĕсене ĕнтĕ йăл та ял вылятрĕ хĕр. — Эп урăххи пирки шикленнĕччĕ.
— Мĕнле урăххи?
— Пур унта...
Анчах тепле ыйтсан та, çав «урăххи» мĕне пĕлтернине Римма çăвар уçса каламарĕ. Микулай хăех кăшт тĕшмĕртенçи пулчĕ. Римма, паллах, çак хӳхĕм каччă «ачаллă хĕрарăмпа» тĕл пуласран шикленет. Микулая Нина çумне хушса кĕвĕçет. Ахальтен мар-тăр вăл каччă куçĕнчен кунран-кун хытăрах тĕмсĕлсе пăхать. «Юрату?.. Нивушлĕ?..»
Микулайăн паян кăмăлĕ хуçăлнă. Кун пек чух çын сан çине мĕнле куçпа пăхнине уйрăмах витĕмлĕ туятăн. Санăн кампа та пулин сăмахласа йăпанас килет, кам çумне те пулин ăвăнас килет.
Петр Ивановович Уруков ялта пулнă пулсан, Микулай ун патне сада кайĕччĕ, унпа халапланса чунне лăплантарĕччĕ. Пĕркун садра тĕл пулнă хыççăн çамрăк агроном асăрхарĕ: Уруковпа калаçнă чухне пурнăçри мĕнпур йăх-ях, тусан пек, тĕр-пар аяккалла сирĕлет. Анчах халлĕхе Петр Иванович çук. Вăл вунă кунран тин таврăнать.
Тепĕр тесен, çак хĕре те пулин каласа кăтартĕччĕ Микулай хăйĕн хуйхи-суйхине. Нина çинчен... Кариньков çинчен... Черкалов çинчен... Йăлт тĕрĕссине!.. Ан тив, ăнлантăрччĕ Римма, Микулайран нимĕн те ан кĕттĕрччĕ!.. Хăйне хăй нимĕнле ĕмĕтпе те, нимĕнле шанăçпа та илĕртсе ан пурăнтăрччĕ... Риммăна Ванька Черкалов юратать... Риммăн çав шукăль каччă еннелле ăшшăнрах çаврăнса пăхмалла кăна!.. Мĕнрен япăх каччă?..
«Чим-ха, чим, — хăй шухăшне хăех пӳлет Микулай, — паянхи комитет ларавĕнче Черкалов ав мĕншĕн хутĕлерĕ иккен мана! Вăл мана Римма патĕнчен аяккарах сиресшĕн. Эсĕ имĕш Нина Ювашевăшăн çунатăн пулсан, кай имĕш ун патне. Эп сана çул тупма пулăшăп... Акă ăçта тактика!..»
Тин çеç килсе кĕнĕ шухăшне те Микулай Риммăна пĕр пытармасăр пĕлтерĕччĕ. Анчах ăнланĕ-ши?.. Тата… Кирлех-ши хăвăн чунна çын умĕнче арча пек уçса хуни.
Медпунктра ĕнтĕ самаях тĕттĕм. Чăн та, пӳлемри япаласене уйăрса илме пулать-ха. Римма сĕтел умĕнче хайĕн ĕçĕпе тĕрмĕшет: яланхи пекех шприц, вакцина хатĕрлет, кĕленче, савăт-сапана шăнкăрт та шанкăрт куçаркалать. Ун алли выключатель патне ниепле те çитеймест пулас. Кĕпине хывса укола хатĕрленнĕ Микулай хыçсăр пукан çинче ларать. Вăл та выключатель патне алă тăсма ӳркенет.
Акă Римма, шприцне пистолет пек çӳлелле тытса Микулай патне çывхарчĕ.
— Çутмаллаччĕ пуль, тĕттĕмре хырăма чиксе шăтарăн, — терĕ каччă, ура çине тăрса.
Хĕр нимĕн те чĕнмерĕ. Сывлăшра пăшăлтатнă сасă çеç илтĕнчĕ: «Пултараймастăп... Пул...» Те илтĕнчĕ, те туйăнчĕ кăна... Хĕр пĕтĕм чăмăркка пăвĕпе каччă çумне пăчăртанчĕ... Каччă урăх нимĕн те астумасть...
Урама тухсан, килелле утнă май тин Микулай кăштах тăна кĕчĕ. «Алăка хăш вăхăтра çаклатма ĕлкĕрнĕ-ха вăл? — шухăшларĕ каччă. — Хаяр кăна мар, чее те иккен эсĕ, Хаяркина!.. Эпĕ пырса кĕнĕ-кĕменех çаклатнă вăл алăка... Эпĕ кĕпе хывнă самантра...»
Микулай утать, утать те студентсем хушшинче çӳрекен сăмаха аса илет: «Ӳпĕнтернĕ черкке»... Малтанхи хут тĕл пулнă чухне çутă платье тăхăннă Риммăн çинçе пилĕклĕ пӳ-сийĕ Микулай куçне чăнласах, ӳпĕнтернĕ черкке евĕр курăннăччĕ.
Микулай утать, утнăçемĕн тин çеç пулса. Иртнĕ мыскарана тавçăрса илме тăрăшать. Тĕлĕк-и е чăн-и ку япала? Тĕлĕк те, чăн та — пĕр вăхăтрах. Микулай халь те туять, халь те илтет. Апла — тĕлĕк мар... Хаяркинан çаврашка çăварĕнчен вĕри сывлăш хăш та хăш хăшлатса тухать:
— Юрататăп... Юрататăп... Юрататăп...
Вĕри сывлăш каччă питне пырса çапăнать, хăлхине кăтăклантарать... Ырă та, синкерлĕ те...
Студентсем, общежитири пĕр-пĕр улах кĕтессе пухăнса ларса, тĕрлĕ сăмах-юмах тапрататчĕç. Вĕсен хушшинче, ялан тенĕ пекех, «юрату фронтĕнчи çĕнтерӳсемпе» мухтанакансем тупăнатчĕç. «Эпĕ çавăн чухлĕ хĕрĕн чĕрине çунтарнă... Эпĕ... эпĕ...» Теприсем тата уйăхри стипендие ушкăнпа пухăнса пĕр каçра ĕçсе янипе те каппайланатчĕç. Пĕри çапла милици урăлтаркăç çуртне лекнĕччĕ. Хăй вара, темĕнле паттăр ĕç тунă пек, янрашса кăна çӳретчĕ. Хăйĕн киревсĕр ĕçĕ çинчен пĕтĕм тĕнчене пĕлтерме хатĕр.
Çук, Николай Шангин вĕсен шутĕнче пулман. Талпас мухтанчăксем хăйсен нимĕнле кĕвве ларайман «кĕслисене» калама тытăнсассăн, Микулай аяккарах пăрăнатчĕ. Унăн мухтанмалăх «çĕнтерӳсем» çукчĕ. Тĕрĕссипе, юратмастчĕ вăл çав йăлана, сăмах-юмахĕнчен те йĕрĕнетчĕ. Вăхăт харама кайнă пек туйăнатчĕ ăна. Вăл вара, вĕри яш кăмăлне пусарса, е кĕнеке тытса ларатчĕ, е урамалла тухса каятчĕ. Юлташĕсем ăна: «Чипер кай, çамрăк старик!» — тесе ăсататчĕç.
Анчах мĕн пулса тухрĕ-ха кĕçĕр?.. Микулай çын пахчине кĕрсе кайрĕ... Пач ăнсăртран... Каллех туйăм таппине парăнса.
«Ах, Римма, Римма!.. Хаяркина юлташ! — хăй ăссĕн йăл кулса илет Микулай. — Хитре хĕр эсĕ... Пиçсе çитнĕ çырла... Ăсу та катăк мар... Тен, кăмăлу çеç ытлашши çуйкăнрах... Куçа курăнми çулăм, вăрттăн çулăм... Çапах та хĕр ĕмĕрне вăхăтсăр çунтарас марччĕ... Хĕр чысне... Чим, Микулай тусăм, кам айăплă-ха кунта?... Хĕр-и е эсĕ, тĕнчере тĕрĕслĕх шыракан этем?..»
Çук çав, чĕрĕ пурнăç пĕр-пĕр хăлтăркка формулăна ниепле те шанăçаймасть. Нимĕнле виçепе те виçеймĕн, унăн хăватлă таппине. Хăй вăл кирек мĕнле паттăра та парăнтарать. Апла... Микулайăн мĕншĕн парăнмалла-ха Риммăран? Пурнăç шăпи... Юрату... Юрату?.. Мĕн-ши вăл? Шупашкарти Шура ултавĕ хыççăн, Çавалкасри Нина инкекĕ, хыççăн Микулай ку сăмаха асăнма та шикленсе тăрать.
Çав вăхăтрах Римма кăкăрĕнчен тухакан вĕри сывлăш пĕр вĕçĕм хăлхара: «Юрататăп... Юрататăп...» Микулай хăй вара епле-ха? Чунĕ выртать-и унăн Римма еннелле, çук-и? Хитре япала пек кăна илĕртмест-ши Римма ун куçне?.. Пĕчĕк ачана — йăлтăркка тетте...
«Тăхта, — хăй шухăшне хăех пӳлет Микулай, — кунта темĕнле урăхларах туйăм... Эпĕ Риммăна кăмăллатăп... Сăнĕшĕн, чунĕшĕн... Римма Хаяркина... Хушаматне кура мар чунĕ çепĕç унăн, уçă... Тен, ытлашширех те уçă, — Микулай утнă çĕртенех чарăнать те капланса килнĕ шухăшне сасăпах картса калать: — Ытлашширех... Ытлашширех хăтланатăн эс, Микулай тусăм! Хĕр сана юратать, шанать. Эсĕ вара... Çук, эсĕ Нинăна çурма çулта пăрахма пултараймастăн. Пултараймастăн!..»
21
Тури хир çулĕпе иккĕн утаççĕ. Вĕсене ĕнтĕ ку таврара такам та паллать. Икĕ çывăх юлташ, икĕ тус. Пĕри — «Маяк» колхозри парторганизаци секретарĕ Петр Иванович Уруков, тепри — колхоз агрономĕ Николай Степанович Шангин.
Уруков Шупашкарти семинартан ĕнер каçалапа çеç таврăннă-ха. Таврăннă та — тӳрех колхоз пахчине. Микулай унсăр тунсăхласа çитнĕ. Садра, Çавал хĕрринчи кăвайт умĕнче, куçа-куçăн тăрса калаçнăранпа икĕ эрне иртрĕ. Тунсăхлама сăлтавĕ те пулчĕ çав. Анчах агроном ун çинчен халлĕхе сăмах хускатасшăн мар. Хăнана хытă сухари сĕнмеççĕ. Çитменнине, тĕл пулнă-пулманах. Сад ăсти паян агроном патĕнче хăнара — хирте.
Шупашкара тухса кайиччен Уруков Микулая тĕрĕс асăрхаттарнăччĕ: хăв пирки пули-пулми сăмах сарма çынсене сăлтав тупса памалла мар. Сыхланарах çӳремелле... Каллех тепĕр «сăлтав» тупăнчĕ-ха Микулайăн ялти сӳс чĕлхесем валли. Римма Хаяркина... Анчах çав териех айăплă-ши кунта Микулай? Чăн та, вăл хальхинче те капланса килнĕ туйăм таппине чараймарĕ. Вăл каллех хăйне хăй питлет. Вăл каллех... Чим, хĕрпе каччă хушшинче мĕн пулса иртни хăйсемсĕр пуçне, тĕнчере урăх кама кирлĕ? Никам та пĕлмест ăна, пĕлме те тивĕçлĕ мар. Хăш чухне, тен, юрату çавăнтан пуçланать?!. Çук, çук, ку шухăша Микулай çийĕнчех сирет. Тата... Петр Иванович умĕнче аван та мар.
...Микулай куçĕ умне садри кăвайт ялкăшса тухать. Хытхура тунисем çĕлен пек авкалана-авкалана çунаççĕ, чашкăраççĕ, юплĕ-юплĕ сăннисемпе такама сăхса илме туртăнаççĕ. Уруков аллинчи вăрăм шалчапа вут-кăвара тĕпĕнчен пăтратать: «Çунса кайтăр пĕтĕм йăх-ях, ăшалантăр усал-тĕсел!..»
Çамрăк агроном пуçĕнчи çӳп-çап шухăшсем те çавăн пекех пысăк шухăш çулăмĕнче çунччăр, çилпе вĕçсе кайччăр.
Уруковпа Шангин васкамасăр малалла утаççĕ. Эпир пĕлетпĕр — вĕсем академиксем мар. Çук, пĕр-пĕр наука кандидачĕ ятне те илме ĕмĕт тытман вĕсем. Анчах колхозри парторганизаци секретарĕпе çамрăк агроном мĕн çинчен калаçнине кам та пулин итлесе пырас пулсан, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнĕччĕ. Ӳстеререх каласан, савăнмасăр та юлмĕччĕ.
Уруковпа Шангин çутçанталăк çинчен калаçаççĕ. Çĕр çинчи, сывлăшри, тĕнче уçлăхĕнчи тĕлĕнтермĕшсем çинчен. Малтан тĕл пулнă чухне вĕсен халап-юмахĕнче час-часах «эсир» те «сире» тенисем илтĕнетчĕç-ха. Пĕр-пĕринчен кăшт ютшăнасси те пурччĕ. Халĕ вĕсем тахçанхи чи çывăх туссем пек сăмахлаççĕ.
Çутçанталăк, çанталăк... Çурхи тырăсене акса пĕтернĕренпе юлашки икĕ эрне хушшинче пĕтĕм ял халăхĕ кĕпе вĕççĕн çӳрерĕ. Халь, акă, Уруков мамăк пустарса çĕлетнĕ кĕске пиншак тăхăннă. Леш «чун ăшши» текеннине. Шангин çийĕнче вара — студент чухнех хура-шур тӳссе курнă хăмăр плащ.
— Çутçанталăк мыскарисене пĕлме çук çав, — тет Уруков пăшăрханнă сасăпа. — Чип-чипертен тем чĕмери пуçланчĕ.
— Ара çав, — сăпайлăн килĕшет унпала çамрăк агроном, — юмахри пек, çăвара карса хунипех çăмах килсе ӳкеймĕ... Пĕр ăслă çын çутçанталăкран ырлăхсем кĕтсе ларма мар, вĕсене çĕнтерсе илме вĕрентнĕ.
— Çĕнтермелле!.. Питĕ çĕнтермелле!..
Кашни çулах пĕр-пĕр кĕтмен тамаша килсе тухать. Кăçал, акă, «Маяк» колхоз çурхи тырăсене питĕ вăхăтлă, лайăх акса хăварчĕ. Çанталăкĕ те малтан пĕр тикĕс ăшă тăчĕ. Кайрантарах хайхи уяра кайрĕ. Хĕвел ытлашши хытă хĕрте пуçларĕ. Вăхăт-вăхăт çумăр пĕлĕчĕсем капланса хăпарнă пек курăнкаларĕç, анчах кирлĕ çĕрте мар. Йăлăмран тухнă çумăр Атăл урлă каçаймасть, теççĕ. Таçта çав енче аслати кĕрлени те илтĕнкелерĕ. Çавал тăрăхне пурпĕрех çаврăнса çитеймерĕ.
Чăшăлти шăтнă калчасем çумăр ыйта пуçларĕç. «Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...»
Юлашкинчен, шăп та лăп радио паян çумăр пулмасть тесе пĕлтернĕ шăрăх кунхине, таçтан урăм-сурăм пĕлет хуралса хăпарчĕ те, ял çийĕн аслати кĕрлесе кайрĕ. Ырă çумăр мар, усал çумăр пулчĕ ку.
Пĕчĕк чухнех Микулая кукамăшĕ авалхи тĕшмĕш йăласем çинчен каласа кăтартнăччĕ. Çутçанталăк инкекĕсенчен сыхланас тесе, халăх тем те хăтланса пăхнă иккен. Усал çумăр таврашĕнчен акă еплерех сыхланнă пулать вара.
...Ялти чи таса хĕре суйласа илеççĕ те пуçне шурă тутăр çыхтараççĕ, çине таса кĕпе тăхăнтараççĕ. Таса хĕр уя пуçламан çăкăрпа тухать, пуç тайса кĕлтăвать, вăл кĕлтунă май усал çумăр вара аяккалла иртсе каять имĕш.
Çамрăк агроном тĕшмĕшсене ĕненмест-ха. Çапах та «таса хĕр» тенĕрен хăй ăссĕн Нинăна аса илет, халĕ те пиншак кĕсйинчех чиксе çӳрекен ăшă çырăва аллипе кăкăрĕ çумне пăчăртать.
Усал çумăр усалах пулчĕ çав. Чĕреслетсе çунă хушăра кассăн-кассăн пăр çапса иртрĕ. Ыраш калчисем тунана ларнăччĕ ĕнтĕ, юрать-ха, «пăр ури» çав пусăпа каймарĕ. Çур тыррисем хальтерех кăна шăтнăччĕ. Пăрлă çумăрăн сăтăрĕ ытлашши сисĕнмерĕ. Çапах та колхоз садĕнчи тин çеç чăмăртаннă çырласемпе панулмисене чылаях сарăпларĕ — мĕн тери çимĕç куççулĕ пек çĕр çине харам тăкăнчĕ.
— Тăм ӳкнĕ вăхăтра каç-каç пахчара нӳрĕ тислĕк çунтартăмăр — тет Уруков ассăн сывласа. — Пĕтĕм сада талккишĕпех çăра тĕтĕм явлăкĕпе витрĕмĕр. Пин-пин тăваткăл метр мамăк çивитти!.. Тăмран сыхлантăмăр, пăртан упранаймарăмăр. Çитменнине, хам Шупашкарта пултăм.
Ытла та тĕлĕнмелле илтĕнчĕ Уруковăн çак юлашки сăмахĕ: ялта пулнă пулсан, вăл ĕнтĕ колхоз садне пăртан та упраса хăварĕччĕ имĕш. Чăннипех темĕнле пысăк вăй-хăват сисĕнет ун сăмахĕнче. Пĕвĕ-сийĕ унăн хытанка çеç пулин те, чунĕпе вăл патвар этем. Хăйне май Улăп, паттăр.
Анчах Улăп паттăр паян хытă пăшăрханать. Колхоз сачĕшĕн, халăх пурлăхĕшĕн... Вăл — сад ăсти. Çав ĕçе пĕтĕм чунне панă. Вĕренессе хăй таçтах вĕренеймен: май пулман унăн вĕренме. Çивĕч ăслăскер, çут тĕнчере вăл пурне те тĕпчесе пĕлесшĕн çунать, кĕнеке нумай вулать. Хăйсен колхозне çураки пĕтеспе çеç килсе çитнĕ агроном та ăна пуринчен ытла çак енĕпе килĕшрĕ — хăй пекех канăçсăр этем, вичкĕн куç. Тата Николай Шангин тин кăна институтран вĕренсе тухнă. Петр Иванович пĕр иккĕленмесĕрех шутлать: (агрономи наукинче çĕнни мĕн пур — йăлтах Шангин пуçĕнче! Куçăн каламасан та, çапларах шухăшлать ун пирки Уруков.
Çамрăк агроном хăйпе юнашар утакан парторганизаци секретарĕ çине куç хӳрипе пăхса илет. Агроном унăн хуйхи-суйхине лайăх ăнланать. Агроном сада çитсе курнăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ-çке-ха. Ун чухне пĕтĕм сад Мăн Çавалкасран пуçласа Тури Çавалкаса çити юр хӳсе кайнă пек чечекре ларатчĕ. Кашни улмуççи çĕр сĕткенне шап-шуррăн кăпăклантарса таптаракан фонтан евĕр курăнатчĕ. Пĕр кĕтмен çĕртен сада, авă, пăр килсе çапрĕ. Шăрăх çанталăкра яланах çавнашкал инкек сиксе тухать — асар-писер тăвăл е пăрлă çумăр.
Çумăр пĕтĕм çуртри пуссине йĕтем пек пирчетсе хăварнă. Вар хĕррисенчи тăпрана юхтара-юхтара кайнă.
— Куратăн-и? — тет агроном, аллипе тĕллесе кăтартса. — Вар хĕррисене люцерна е клевер акнă пулсан, ку инкек хăрушах та марччĕ.
— Курăк акас системăпа кĕрешетпĕр мар-и? — такамран тăрăхласа илет Уруков. — Ĕлĕкех каланă: ухмаха турра пуççапма хушсан, вăл çамкине çапса çурнă, тет. Пирĕн те çавнашкал пулса пырать. Кутăнăн пуртă аври кутăнла тенĕ пек.
Усал çумăрăн усал йĕрĕ çĕр çинче кăна мар, пĕтĕм сывлăшра сисĕнет. Çумăр хыççăн халь, акă, сасартăк сивĕтсе пăрахрĕ. Калчасем хĕвел патнелле ярăнса туртăнас чухне сивĕпе çĕр çумнелле тĕршĕнеççĕ.
Агрономпа парторганизаци секретарĕ кукуруза пуссине çитрĕç. Вĕсем тин çеç ик-виçĕ çулçă кăларнă калча патнелле пĕшкĕнеççĕ.
— Сайра акнă кукурузăна, — тет агроном, — кашни тăваткăл тĕме сахалтан та пилĕк-ултă тĕшĕ акмалла. Кунта авă — пĕрер те икшер тĕшĕ.
— Тĕшĕ, — хăй тĕллĕн шухăша кайса тăрать Уруков. — Тĕшĕ тени — тĕнчере чи паха япала. Мăйăр тĕшши... Атом тĕшши... Кукуруза тĕшши. Тĕштырă... Этемĕн те хăйне кура тĕшĕ пулмалла. Пуçра тĕшĕ пулмасан, тăваткăл тĕме миçе тĕшĕ акассине те чухлаймăн.
Паллах, ку сăмахшăн агроном кӳреннĕ те пулĕччĕ. Анчах вăл «Маяк» колхозра — çенĕ çын. Кукурузăна вăл хăй акман. Тин ĕнтĕ нимĕн те тăваймăн. Тимлĕрех пăхса ӳстермелле кăна. Ретсем хушшине лайăхрах кăпкалатмалла. Ку — малашнехи ĕç. Уруков тĕшĕ пирки каланă сăмах вара çамрăк агронома питĕ савăнтарчĕ. Мĕн тери вăйлă шухăш: «Тĕшĕ — чи паха япала!»
— Тĕрĕс çав, — рехетленсех килĕшрĕ агроном, — пурнăçăн тĕшшине курма пĕлместпĕр. Колхозăн, тен, кукуруза вăрлăхĕ япăхрах пулнă. Тĕшшине лайăхах тĕрĕслемен. Акасса, тен, кашни тăваткăл тĕме пилĕк-ултă тĕшех акнă, шăтасса вара...
— Çу-ук, çӳлтен килекен инструкцисене чунтан пăхăнатпăр мар-и? — хăй тĕллĕн ӳпкелешсе илчĕ Уруков. — Хут татăкне турăш вырăнне лартса пуççапма хатĕр... Хам та садран аякках тухса çӳрейместĕп. Пур çĕре те çитмелле, тĕрĕслемелле. Пур çĕрте те куç кирлĕ.
Микулая ăнсăртран Хадаровăн садра персе янă сăмахĕ аса килчĕ: «Ха, пирĕн Петр Иванович райри пек пурăнать... Сухалĕ кăна çук !..
Микулай хăйне хăй аванах та мар туйрĕ. «Ытлашши лăпланса ларман-ши Уруков çав тӳлек кĕтесре? — шухăшларĕ вăл. — Хӳтĕ вырăн... Çил те вăр-варах пырса кĕреймест...» Анчах калас сăмахне агроном урăх çĕрелле пăрса ячĕ.
— Кирек мĕнле ӳсентăран та хăй ӳснĕ чухне çулçинчен ăшă кăларса тăрать, — терĕ вăл. — Çавăнпа тĕмре пилĕк-ултă кукуруза калчи пулсан, вĕсем хавасрах ӳсеççĕ. Сулхăн çанталăкра ку уйрăмах кирлĕ. Калчасем пĕрне-пĕри ăшă парса пулăшаççĕ, çил-тăвăл чухне пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеççĕ, çапла каллех пĕрне-пĕри хӳтĕлеççĕ.
— Вăл апла-ха, — килĕшрĕ агроном шухăшĕпе Уруков. — Çапах та этем çутçанталăк мыскарисене пăхăнма хăçан пăрахĕ-ши? Хăçан вăл çутçанталăк чури пулма пăрахĕ? Çутçанталăк вăй-хăватне хăçан хăй парăнтарĕ? Çултан-çул докладсемпе статьясенче илтетпĕр: «Çанталăк япăх пулнă пирки... Çанталăк япăххине пăхмасăрах... Çанталăк... Çанталăк... Çанталăк...» Мул чуралăхĕнчен хăтăлтăмăр пулсан, çутçанталăк чури пулма та пăрахмалла!.. Хăçан çитĕ çав вăхăт?
— Эсĕ, Петр Иванович, фитотрон тенине илтмен-и? — ыйтрĕ агроном! — Вăл ĕнтĕ оранжерея е теплица евĕр ятарласа тунă çурт-йĕр. Унта ӳсентăрана мĕнле çанталăк кирлĕ, çавăн пек çанталăк туса пама пулать. Пирĕн çĕршыв вĕçĕ-хĕррисĕр сарлака. Кунта халлĕхе пĕр аслă фитотрон туса хума çук-ха. Анчах ӳлĕм... Мĕн ӳлĕмĕ! Нумай та вăхăт иртмĕ! Эх, Петр Иванович!.. — Агрономăн тĕксĕм куçĕсем сасартăк çуталса кайрĕç.
Вăл кепкине ĕнси çинерех тĕртсе лартрĕ те, аллисемпе хăлаçланса, хăйĕн шухăшне калама тытăнчĕ.
Халлĕхе ку — фантази кăна-ха, çапах, Уруков калашле, унта «паха тĕшĕ» пур. — ...Пирĕн çĕр чăмăрне ултă пин километр çӳллĕшĕнче «магнит хирĕ» текенни ытамласа тăрать иккен. Ку вăл — хăйне евĕр магнитлă «броня». Çĕр чăмăрĕн «кĕпи». Çав «магннт кĕпе» витĕр хĕвел çутипе ăшши пирĕн çĕр çине чиперех çитеççĕ, анчах хĕвелтен сапăнса тăракан корпускуллă хĕлхемсем «магнит кĕпе» витĕр сăрхăнса тухаймаççĕ. Корпускуллă хĕлхемсем вĕсем — электронсем, протонсем, нейтронсем, нейтринăсем. Апла эппин пирĕн çĕр çине хĕвел хăвачĕ çурри кăна лекет, тепĕр çурри тĕнче уçлăхĕнче тытăнса юлать, пĕр усăсăрах сапаланса пĕтет.
Хĕвелĕн çавăн чухлĕ хăвачĕ тĕнче уçлăхĕнче пĕр усăсăрах сапаланса пĕтни пирĕн çĕр чăмăрĕшĕн ытла та пысăк тăкак, пысăк çухату. Этем, çав хăвата çĕр çине кӳрсе, чип-чиперех «ĕçе кӳлме» пултарать. Анчах епле майпа?
— Акă епле, — çамрăк агроном аллине патак тытрĕ те унпала çул çинчи тăпрана чĕркелеме тытăнчĕ. — Çĕр чăмăрĕн утмăл пиллĕкмĕш параллелĕ тăрăх кăнтăр полюсĕнчен çурçĕр полюсне çити тачка кабель хыватпăр. Кабель тачкăшĕ — вунпилĕк сантиметр, тăршшĕ вунă пин километр пулать. Кабель тăрăх хайхи темиçе çĕр пин ампер чухлĕ электричество токĕ яратпăр. Техника тĕлĕшĕнчен ку ĕмĕте чиперех пурнăçа кĕртме пулать. Юлашки вунă çул хушшинче кăна эпир миçе ГЭС туса лартрăмăр! Хайхи çĕр чăмăрĕн икĕ полюсне пĕр-пĕринпе çыхăнтарсан, çав параллель тĕлĕнчи «магнит хирĕ» хăйĕн хăватне çухатать. Урăхла каласан, эпир çĕр пиçиххине салтатпăр та çĕрĕн «магнит кĕпине» йӳле яратпăр. «Магнит кĕпен» çухине вĕçертетпĕр тесен те тĕрĕс пулать. Хĕвелĕн корпускуллă хĕлхемĕсем «уçă кĕпе çухи» витĕр çĕр çинелле вăркăнаççĕ. Çĕр çинчи температура хайхи икĕ хут ӳссе каять. Арктикăпа Антарктидăри пăрсем ирĕлме тытăнаççĕ. Пĕтĕм çутçанталăк, пĕтĕм çанталăк сасартăках улшăнать. Паллах, çĕр çинчи ăшша пĕр пек тытса тăма кабель çине темиçе регуляторпа трансформатор лартатпăр. Пĕлетĕн-и, Петр Иванович, пирĕн çĕр çинче ун чух вара нихăш кĕтесре те, нихăçан та хĕлле пулмасть. Полюссен тӳписенчех кукуруза акса тăвăпăр, арбузсем ӳстерĕпĕр. Саккунлă!..
«Саккуклă…» Çамрăк агроном кунта хăйĕн юратнă сăмахне каламасăр тӳсеймерĕ. Парторганизаци секретарĕ хăй ăссĕн кулса илчĕ. Çак тĕлĕнмелле фантази ăна та чунтанах хаваслантарчĕ.
— Нумаях пулмасть эпĕ пĕр журналта питĕ тĕлĕнмелле калав вуланăччĕ, — терĕ Уруков. — Чăн пулнă пекех çырса кăтартнă.
— Ăçта, мĕнле журналта? — кăсăклансах ыйтрĕ Шангин. — Кала-ха, кала!.. Епле эпĕ çав тĕлĕнтермĕш япалана халиччен те тупса вулайман?
— Итле, — терĕ Уруков, — калаври паттăрсем çур-çĕрти Баренц тинĕсне пĕвелеççĕ. Хайхи Атлантика океанĕнче кăнтăртан çурçĕрелле тапса хăпаракан ăшă юхăм Пăрлă океана кĕрсе каять.
— Эсĕ Гольфстрим юхăмĕ пирки калатăн пуль-ха? — пӳлчĕ Урукова çамрăк агрюном.
— Ара çав, — терĕ Уруков. — Хăватлă ăшă юхăм пырса кĕнипе Пăрлă океанри ĕмĕрхи пăр куписем ирĕлме тытăнаççĕ. Нумай та вăхăт иртмест, Пăрлă океан хăйĕн авалхи ятне çухатать, пăрлă океан пулма пăрахать. Унта, ытти океансемпе тинĕссенчи пекех, шыв ăшă пулать. Унччен Пăрлă океанран капланса хăпарнă сивĕ циклонсем пĕтеççĕ. Çĕр çинче, уйрăмах пирĕн çĕршывра, çутçанталăк йăлтах улшăнать. Вара поляр унки леш енче те садсем чĕртĕпĕр!
— Çавал тăрăхĕнчи садсене те кăçалхи пек пăр çапса каймĕ, — хушса хучĕ агроном.
— Ара, çав — килĕшрĕ сад ăсти. — Анчах халлĕхе... Сад ăстипе агроном пĕр-пĕрне куçран тинкерсе пăхрĕç те ахăлтатсах кулса ячĕç.
— Эх, эпир те çав, фантазерсем! — Уруков агронома пилĕкĕнчен ытамласа илчĕ. — Ха-ха-ха-ха! Ăçта çити кармашатпăр, э?
— Çавал хĕрринчи Жюль Вернсем! — терĕ Шангин, Уруковпа акатуйĕнчи пек кĕрешме тытăнса. — Ну, парторг, çирĕп тăр çĕр çинче!.. Ӳксен те, аллуна çĕртен ан вĕçерт!..
Вĕсем, урамра выляса çӳрекен ачасем пек, пĕр хушă эхлете-эхлете кĕрешрĕç. Анчах пĕр-пĕрне нихăшĕ те çĕре «çавăрса çапаймарĕ». Ăшăнасса хăйсем вара питĕ лайăх ăшăнчĕç. Микулай сисрĕ: Уруковăн шăмшакĕ тимĕр пек çирĕп. Тĕрĕсрех каласан, хурçă пружина вăл. Авăнать — хуçăлмасть, Микулая хăйне те Уруков питех аваймарĕ.
— Ну, çитĕ! — мамăк пустарнă пиншакне кăрт-карт турткаласа тӳрлетрĕ Уруков. — Çынсем курсан тем калĕç.
— Парторгпа агроном уй варринче тытăçса ӳкнĕ, тейĕç.
— Тем те кĕтме пулать, — Уруковăн сăнĕ сасартăк тĕксĕмленчĕ. — Икĕ янккамас хире тухнă — пăхăр та курăр! Халлĕхе эпир иксĕмĕр те шухăшпа кăна шурă пӳрт лартатпăр-ха, — терĕ малалла Уруков. — Куçăмăрпа космосалла кармашнă, хамăр, авă, çул çинчи тăпра муклашкинчен такăнатпăр. Хăвах сисетĕн-çке, çамрăк тусăм. Халлĕхе «пăр сăмсаран» сивĕ çилсем вĕреççĕ. Çырла пиçнĕ вăхăтра карчăк шăнса вилме пултарать. Тĕнчере ĕмĕр ирĕлмен пăр куписем нумай. «Сивĕ вăрçă» тени тата?.. Куллен чуна çӳçентерсе тăрать. Хамăр эпир икĕ полюса вунă пин километрлă тачка кабельпе те çыхăнтарăттăмăр, Баренц тинĕсне те пĕвелĕттĕмĕр... Анчах унччен урнă йытăсене лăплантармалли ялаласем тума лекет-ха. Тĕрлĕрен мăйкăçсем, çăварлăхсем... Пăрлă океан тетпĕр... Чи малтан çынсен чĕрисенчи юр-пăра ирĕлтермелле. Хамăр хушăрах тепĕр чух пурнăç çине сивĕ куçпа, пулă куçĕпе пăхакансем тĕл пулаççĕ. Çавсен куçĕнчи юр-пăра хăвăртрах ирĕлтермелле.
— Тĕрĕс сăмах, Петр Иванович, питĕ тĕрĕс! Саккунлă! — хавхалансах çирĕплетрĕ çамрăк агроном. — Хадаров йышши çынсен чĕринчи юр-пăра хăвăртрах ирĕлтересчĕ!..
— Хадаровсем кăна мар унта, ыттисем те пур, — терĕ парторганизаци секретарĕ. — Хамăрах илер... Эпир те санпала таçти инçетри Пăрлă океансене ирĕлтерсе çӳренĕ хушăра хамăр ура айĕнчине, сăмса умĕнчине курмастпăр.
— Тĕрĕс, ку сăмах та тĕрĕс, — килĕшрĕ агроном. — Акă, пирĕн «Маяк» колхоз... Эпĕ иртнĕ çулсенчи отчетсемпе паллăшрăм та, чун ыратса кайрĕ. Тĕштырă, Петр Иванович, эс калашле, — пурнăç тĕшши. Мĕн чухлĕ илетпĕр-ха ăна эпир кашни гектартан? Аллă-утмăл пат. Асаттесен виçи. Пирĕншĕн ку питĕ сахал. Пирĕн икĕ хут, виçĕ хут нумайрах тырă тума вĕренмелле. Пĕркун çапла пушар лупасĕ умĕпе иртсе пыратăп. Шалта çынсем ахăрашни илтĕнет. Кĕрсе пăхатăп — Шĕшлĕ Çеменĕпе унăн тусĕсем картла çапаççĕ. Хăйсем темĕнле пысăк купа çине улăм сарса улăхса ларнă. Купи, мĕн тейĕн эсĕ, виçĕмçулхи суперфосфат иккен. Пурте маннă ун çинчен. Минералсене хамăр уй-хире кашăкпа тенĕ пек сапкалатпăр. Тислĕкĕ тата, тислĕкĕ! Ĕне витинчен виçĕмçултанпа тислĕк кăларман! Капла выльăх-чĕрлĕхе хĕлле ăшăрах теççĕ ĕне сăвакан хĕрсем. Бригадăсенчи витнĕ йĕтемсем таврашĕнче тата! Çич-сакăр çулхи арпа-улăм çĕрсе выртать. Кам шута илнĕ, кам хисепленĕ? Ытти ырлăх-пурлăх мĕн чухлĕ харама каять!
Ан та кала, — терĕ Уруков пăшăрханнă сасăпа. — Акă, этеме илер, тăвар каламан апата вăл тем пулсан та çимест. Хамăр вара имçампа сиплемен çĕр çинчех тырпул туса илесшĕн. Тислĕк тăкман, минерал сапман çĕр вăл ӳсентăраншăн — тăвар каламан апат. Эпир санпа иксĕмĕр шухăшпа инçетри Баренц тинĕсне пĕвелетпĕр. Анчах Баренц тинĕсĕ хамăр патрах! Эсĕ, Николай Степанович, колхозра çĕнĕ çын. Эпир, мĕн çуралнăранпах çак ялта пурăнакансем, хамăр умри кăлтăк-сăлтăка хăнăхса çитнĕ пулас. Асăрхайми пулнă. Çĕнĕ çын куçĕ çивĕчрех курать. Атя-ха тытăнар! Пĕрле тытăнар, тусăм!
Кăмăлĕ пăлханнипе çамрăк агроном сасартăках хирĕç нимĕн те чĕнеймерĕ. Пĕр çирĕм-вăтăр утăм кайсан, вăл хăйне куллен канăç паман шухăш пирки калаçса пăхасшăн пулчĕ.
— Петр Иванович, — терĕ Шангин хăюллăн, — эпĕ яла ĕçлес ĕмĕтпех килнĕ... Пулăш-ха мана пĕр ĕçре... Пире колхозра агрохими лабораторийĕ кирлĕ. Эпĕ çуртне те тупса хутăм.
— Чăрмавĕ мĕнре вара?
— Чăрмавĕ?.. Хамăр председатель мана малтан план тавай тесе васкатрĕ. Ара, тырпул пухса кĕртмелли ĕç планĕ пирки. Туса патăм. Вăл ăна сĕтел сунтăхне чикрĕ те хучĕ. Унтанпа нимĕн те шарламасть...
— Кăларттаратпăр плана сунтăхран, — кашни сăмаха витĕмлĕн пусарса каларĕ Уруков. — Кăларттаратпăр!..
— Пирĕн правленире сехет пур, — чеен кулкаласа илчĕ Шангин. — Чалăш çаксан анчах ĕçлет... Пирĕн ĕçсем те çавнашкалрах. Хăяккăн пыраççĕ. Ӳлĕм академи филиалĕ те уçса парăп тет председатель. Академи ыйтмастăп эпĕ, мана лаборатори кирлĕ. Акă, пăх-ха, Петр Иванович, — агроном тулă пуссине пăрăнса кĕчĕ, — пирĕн уй-хирте, пур çĕрте те тенĕ пекех, çакнашкал чăрăш курăкĕпе чĕкеç кăшмарĕ ӳсет. Тӳрех паллă — йӳçĕк тăпра. Анчах мĕн тарăн йӳçĕк? Лабораторире анализ тумасăр ăна чи ăслă ученăй та татса калаймасть. Пуçĕ сăрă хуранĕ пек пысăк пулсан та...
— Пулăшăпăр, — терĕ Уруков лăпкăн. — Пирĕн хамăрăн председателе те пулăшмалла. Ун кăкăрне темĕнле çĕн сывлăш, çамрăк чун вĕрсе кĕртмелле.
— Пулăшма хатĕр эпĕ, — вĕриленсех килĕшрĕ агроном. — Вăл та хăй енчен... Ну, кăшт вăр-вартарах çаврăнкалатăрччĕ эппин! Чĕрĕрех пултăрччĕ! Чунлăрах... Эпĕ ытлашшине ыйтмастăп. Çук, çук, академи филиалĕ кирлĕ мар мана! Лаборатори çеç кирлĕ... «Наука акнине халăх вырса илес вăхăт çитĕ», — тенĕ аслă Менделеев. Наукăра, тен, эпир акакансем мар, выракансем çеç пулăпăр, çапах та лаборатори кирлĕ!.. Чăрăш курăкĕ мĕн калама пултартăр пире, унăн чĕлхи çук, — терĕ агроном, тулă пуссинчен татса илнĕ чăрăш курăкне ал тупанĕ урлă çатлаттарса çапса.
— Юрать-ха, — кулса ячĕ Уруков, — пирĕн тăпра йӳçĕккине чăрăш курăкĕ те пулин систерет.
Вĕсем тури хир çулĕпе малтан малалла утаççĕ. Пĕри, агрономĕ, çирĕм тăватă çулта. Тепри, сад ăсти, унран ултă çул аслăрах. Иккĕшĕ те çамрăк, патвар та йĕкер. Вĕсен сăмах-юмахĕнче чăн-чăн чĕрĕ ăс-хакăл çуталса тăрать.
Вĕсем пурнăç çинчен, кулленхи ĕç-пуç çинчен вĕриленсе калаçнă май, тӳпери хăмăр пĕлĕтсем те кăшт сирĕлнĕ пек пулчĕç, таçтан пĕлĕт лаптăкĕсем хушшипе хĕвел çути шăпах икĕ тус пыракан çул çине ӳкрĕ. Çанталăк та сасартăк ăшăтса янăн туйăнчĕ.
22
Шухăш пуçа шуратать, теççĕ. Чĕре асапĕ вăл териех арасланмарĕ пулин те, Микулайăн юлашки вăхăтра ыйхи вĕçмеллипех вĕçре. Кăкăр шăмми айĕнче чул катăкĕ мар, чун татăкĕ упранать çав. Чун тени савăнмалла чухне савăнать, куçа курăнми çăмăл çунат сарать; хурланмалла чухне — хурланать, пăшăрханать, салхуланать, хуçăлать, макăрать; тарăхмалла чухне — тарăхать...
Пĕр ыйхă çывăрса вăрансан, Микулай тек çывăрайми пулчĕ. Хăй выртса тăракан пăлтăр тӳпине куçĕпе тĕллет те вăл кашни шăтăк-хушăкра çăлтăр курать. Чăннипе пăлтăр тӳпинчен кашни шăтăк-хушăк уншăн таçти инçетри ятсăр çăлтăр пулса çуталать. Хăш тĕлтеши ман çăлтăрăм?.. Тен, вăл хăма хушăкенчен ӳкекей çутă кăна?..
Çук, çук, ĕç-пуç пĕртте унччен ĕмĕтленнĕ йĕрпе пымасть. Микулай çакна Урукова икĕ хут — малтан садра, унтан хирте — тĕл пулнă хыççăн уйрăмах витĕмлĕ туйса илчĕ. Тĕрĕс калать Уруков: кирек мĕнле ĕçре те чăн-чăн тĕшшине тупма пĕлмелле. Пурнăç тĕшшине. Хăвăн пирки пули-пулми сăмах сарма памалла мар. Вăйлăрах çулăмлантăр пурнăç кăвайчĕ. «Çунса кайтăр пĕтĕм йăх-ях, вĕтелентĕр усал-тĕсел!»
Акă, паян та Микулай кăвак çутăллах вăранчĕ. Кĕтерук кинеми ĕнтĕ ура çинче. Вăл, «ывăлне» вăратас мар тесе, пăлтăр витĕр питĕ шăппăн кăштăртатса иртрĕ. Хăш урай хăми çине пуссан чĕриклетессине тахçанах хăнăхнă-тăр çав мăнтарăн кинеми. Вăл иртнĕ чух пĕр хăми те чĕриклетмерĕ, апла унăн ĕмĕр тăршшĕнче нумай утса курнă урисем хăш урай хăми чĕриклетес çуккине те хăйсемех сисеççĕ. Колхоз пахчине çум çумлама кайиччен Кĕтерук кинеми килти пахчара тĕрмешкелет. Канăçа пĕлмен чун!..
Микулайăн текех вырăн çинче улпутланса выртас килмерĕ. Вăл тăчĕ, хăнăхнă йăлипе гимнастика тунă пек кăшт-кашт хуçкаланса илчĕ. Хăй ăссĕн шухăшларĕ: «Ха, яла килнĕренпе ирхи зарядка та манăçа тухать иккен. Ун вырăнне кунта урăхларах «зарядкăсем» пуçланчĕç...»
Микулай, карлăк урлă кармашса, сивĕ шывпа çăвăнчĕ, яланхи куçлă-куçлă ковбойкине тăхăнчĕ. Халĕ ниçта та мар, тӳрех уялла çул тытмалла. Хĕвеле хирте кĕтсе илмелле. Хĕвел тухнине курман çын тĕнче илемне те курмасть.
Кĕтерук кинемие чăрмантарас мар. Вăл хăйĕн пахчинче пуçне çĕклемесĕрех ĕçлет. Микулай карта урлă кинеми еннелле ăшшăн пăхса илчĕ те Вăтакас урамĕпе турех Çавал хĕрринелле анчĕ.
Ĕнертен çанталăк самай ăшăтнăччĕ. Çапах та ирхине сывлăш сулхăнрах. Кĕпе вĕççĕн кăшт çӳçентерет. Ансăр хăю пек çуталса выртакан Çавал çийĕпе шĕвек тĕтре явăнкалать. Шурăмпуç хĕрелсе килнĕ май, тĕтре кĕреннĕн курăнма тытăнать — темĕнле пике алли пурçăн явлăк пăрахса хăварнă тейĕн.
Вăтакас тĕлĕнче Çавал урлă каçă çук, çуллен çурхи шыв таппи иртсе кайсан хывакан вăхатлăх кĕпер — чылай тăварах, тĕрĕссипе, Мăн Çавалкас пуçĕнче. Микулайăн тавра çаврăнса çӳрес килмерĕ. Вăл ботинкипе брюкине хыврĕ те, ăшăхрах вырăн тупса, Çавал урлă трусси вĕççĕн шампăртаттарса каçрĕ. Хур ӳчĕ пуличченех шăннăскер, яш агроном брюкипе ботинкине тăхăннă-тăхăнман ташша ячĕ. Нӳрĕ хăйăр çинче ботинка тĕпĕсем питех тăпăртатмаççĕ пулин те, çатлатма вара аванах çатлатаççĕ: çăтти-çатти, çат-çат! Мĕн калăн — çамрăклăх!..
Юрать-ха, камитле хăтланăша никам та курмасть, ахаллĕн ял тăрăх каллех мăшкăлтăк сăмах сарăлнă пулĕччĕ: пирĕн агроном ăсран тайăлнă имĕш, хĕвел тухнă-тухман ташша çапать...
Çавал хĕрринчен тăвалла Микулай чупсах улăхрĕ. Унăн пĕтĕм ӳчĕ-пĕвĕ ăшăнса вĕриленчĕ. Чĕри сулмаклăн кăртлатса тапать. Юн тымарĕсем тăрăх ĕнтĕ кăвар çӳрет тейĕн. Акă ăçта вăл зарядка!..
Яш этем самантлăха чарăнса тăчĕ. Унччен те пулмарĕ, тĕксĕм симĕссĕн курăнакан Камай вăрманĕ хыçĕнчен хĕрлĕ хĕвел çаврашки тем калăпăш йăтăнса тухрĕ.
«Ылтăн пĕкĕ айĕнче — кĕмĕл шăнкăрав», — терĕ Микулай, тăрисем ăмăртмалла юрланине итлесе.
Ара çав, çутçанталăк хăйĕн ĕмĕрхи илемĕпе этем чĕрине нихăçан та илĕртме пăрахас çук. Тăван çĕршыв сăн-сăпачĕ пирĕн куçпуçа мĕн пĕчĕкренех ӳкерĕнсе юлать, унăн ырă сывлăшĕ мĕн пĕчĕкренех пирĕн кăкăра, пирĕн сасса уçать, чĕрене кĕрсе хăват кӳрет. Эсĕ çут тĕнчене тухсан ăша илнĕ чи малтанхи сывлăш — Тăван çĕршыв сывлăшĕ.
Çак ырă туйăм нихçанхинчен те вăйлăрах ытамларĕ паян Микулая, хĕвелчченех хире йыхăрса тухрĕ, ача чухнехи евĕр, сăрталла вирхĕнтерсе чуптарчĕ. Анчах çак туйăм кăна-ши паян ун чĕринче?
Иртнĕ каç правлени ларăвĕ пулчĕ. Унта тырпул пухса кĕртмелли ĕç планне пăхса тухрĕç. Председатель пӳлĕмĕнче халăх лăк-тулличчĕ. Правлени членĕсемсĕр пуçне, ларăва бригадирсем, ферма пуçлăхĕсем, механизаторсем пынăччĕ. Çынсем нумай калаçрĕç, тавлашрĕç, хушмаллине хушрĕç, катмаллине катрĕç, хăйсем сисмесĕрех çамрăк агроном ячĕпе кӳренмелли сăмахсем те пере-пере ячĕç. Планра кăлтăк-сăлтăкĕ те тупăнчĕ çав. Калăпăр, агроном, акă, комбайнсем хыççăн арпа-улăма епле пухса тирпейлессине кăтартман. Колхозăн çеç мар, кашнин картишĕнчех выльăх-чĕрлĕх пур. Кашни чĕрчун çимелли ыйтать. Агроном хăй хусах та-ха, ăна-кăна чухлаймасть имĕш... Анчах Шангин ку сăмахсемшĕн кӳренмерĕ, тыррине кĕлете кĕртсен, арпи-улăмне уя хăвармăпăр-ха, терĕ вăл. Çав вăхăтрах хăй ăссĕн питĕ тĕлĕнчĕ: хăшпĕр çынсем тырă çинчен мар, арпа-улăм çинчен ытларах шухăшлаççĕ иккен. Уруков калашле, тĕшшишĕн мар, кипеккишĕн, хывăхĕшĕн хыпăнса çунаççĕ. Кашни картиш тулли выльăх-чĕрлĕх — «хамăн картиш», «хамăн выльăх»... Акă ăçта вăл харпăрлăх чунĕ!.. Юрĕ-çке, çамрăк агроном малтанлăха нимĕн те шарламарĕ. Паллах, арпа-улăма пуçтармалла, килти выльăх-чĕрлĕхне те усрамалла, çапах та чи малтан халăх ырлăх-пурлăхĕ çинчен шухăшламалла.
Тем тесен те, плана пăхса тухнă çĕрте агрономшăн пăшăрханмаллипе пĕрлех хĕпĕртемелли те пулчĕ: пĕрремĕш план — пĕрремĕш утăм.
Шухăшĕнче вăл уйрăмах парторганизаци секретарьне тав турĕ. Тĕрĕс çын — Уруков. Малтан шантарса каланă сăмахне çирĕп тытрĕ, çамрăк агрономăн планне сунтăхра вăрахчен вырттарма памарĕ. Ĕнтĕ план хатĕр, ĕçĕ кăна ĕмĕтленнĕ пек ăнса пытăрччĕ.
Лару пĕтсен, парторганизаци секретарĕ Шангинпа куçа-куçăн тăчĕ те:
— Ан пăшăрхан, Николай Степанович, — терĕ. — Комсомол комитечĕн ĕçне те çак кунсенчех пăхса тухăпăр. Хам тĕрĕслетĕп... Пуçа усма кирлĕ мар.
— Усма шутламан, Петр Иванович, — лăпкăн хуравларĕ çамрăк агроном.
Урамалла вăл пĕчченех тухрĕ. Те тĕтĕм-сĕрĕмре вăрах ларнипе, те çутă пӳлĕмрен тин çеç тухнипе урамра ăна питĕ тĕттĕм, питĕ сулхăн пек туйăнчĕ. Çурхи тӳпе те яланхинчен тексĕмрех, çăлтăрсем те сайрарах. Тен, ĕшеннĕ Микулайăн куçне кăна тĕнче çавнашкал курăнать.
Шангин малалла нумаях та утаймарĕ, ун умне тĕттĕмрен темĕнле хĕр мĕлки тухса тăчĕ.
— Лида?
— Эпĕ, Николай Степанович...
Тĕлĕнмелле çав Лидăран. Юмахри пек, яланах пĕр кĕтмен çĕртен килсе тухать. Яланах унăн Микулай валли — чун ăшшилĕх хыпар. Хальхинче те вăл тем сăмах каласшăн. Паллах, Нина хушнипе.
— Эсир ăна курасшăнччĕ, — кăшт çеç илтĕнмелле пăшăлтатса илчĕ хĕр.
— Тахçанах!..
— Апла... иртерех тăмалла...
Лида хăйĕн сăмахне каласа ĕлкĕреймерĕ, вĕсен çумĕпе Ăçтиçук-Таçук вашлатса иртрĕ. Çĕрле хăлхаллă тăмана, леш ӳхĕ текенни, çунатне çавнашкал вашлаттарса вĕçет. Хăй вĕçнĕ май таврара мĕн пуррине йăлтах курать. Ăçтиçук-Таçук та Микулайпа Лидăна палламасăр иртмерĕ. Çитменнине, вăл тата хĕрпе каччă умĕнче самант чарăнса тăчĕ, пăхăр укçа пек куçĕсемпе вĕсене шăтарасла тинкерсе пăхрĕ.
— Ай! — терĕ Лида, сасартăк шарт сиксе. — Ырра мар ку!..
Хĕр вара урăх пĕр сăмах та чĕнеймерĕ, шуйхăннă кайăк пек, килĕ еннелле вĕçтерчĕ.
Микулай çĕрлехи урам варринче пĕчченех чалăрса юлчĕ.
«Иртерех тăмалла...» Халь, акă, Çавал хĕрринчен хир çулĕпе тăвалла утнă май, çамрăк агроном Лида сăмахĕсене тепĕр хут аса илчĕ. Мĕн каласшăн пулчĕ-ши çав хура хĕр — çутă чун? «Иртерех тăмалла...»
Ытти шухăшсемпе пĕрле çак икĕ сăмах та кĕçĕр Микулая канăç памарĕ.
Агроном паян пĕтĕм уй-хире тепĕр хут пăхса çаврăнасшăн. Механизаторсем кукуруза акнă чухне тăваткал тĕмсене тĕрĕс тăвайман пирки ретсем хушшине тăрăхла кăна кăпкалатрĕç. Урлăлла кăпкалатма май çук, калчана сиенлеме пулать. Çавна пула, авă, çумкурăкĕ иртĕхе пуçларĕ. Алăпа çумлама лекет. Мĕн чухлĕ вăй хумалла, мĕн чухлĕ ĕçкунĕ пĕтермелле!..
Çамрăк агроном пусă хĕррипе тăвалла утать. Хушăран пĕшкĕне-пĕшкĕне кукуруза калчине тĕрĕслет, калча кăкĕпе тымарĕсене чавса пăхать: хурт-кăпшанкă тапăнман-и? Çанталăк ăшăтнă май, вĕсем хăвăрт ĕрчеме тытăнакан. Леш тутăх пралук пек хурт, проволочник текенни, сивĕре те çывăрмасть. Тăпра ăшĕнче хӳтĕ-çке-ха ăна. Агроном каллех калча патнелле пĕшкĕнет, каллех тĕрĕслет. Ырлăха, хурт-кăпшанкă ĕрчени сисĕнмест-ха. Çапах та куллен сăнаса тăмалла. Çумкурăкне çумлама, паллах, хĕрупраçпа шкул ачисене йыхăрăпăр. Ан тив, ĕçе хăнăхчăр!
Мĕн ачаранах Микулай сăнанă: çуллахи хĕвел, пĕр тухсан, питĕ хăвăрт çӳлелле улăхать. Хĕлле апла мар. Хĕвел çĕрпе пĕлĕт чиккинчен аран çеç хăпать. Мĕншĕн апла иккенне Микулай лайăххăн шухăшласа пăхман.
Ку ĕнтĕ çĕр чăмăрĕ çулла е хĕлле тĕрлĕ орбитăра çӳренинчен те, сывлăш уйрăмлăхĕнчен те килет. Тен, оптика ултавĕ кăна, куç ултавĕ...
Паян та хĕвел, акă, самантрах икĕ йывăç çуллĕш улăхрĕ. Кукуруза пуссинчен çамрăк агроном сахăр кăшманĕ акнă пуссалла çул тытрĕ.
Хайхи пăхать: пусă варринче темĕнле хĕрарăм тăнине асăрхать. Чĕри кăртах турĕ унăн, хăй вырăнтан та хускалаймарĕ. Чим, каллех «куç ултавĕ» мар-ши?
Пĕр авăк хускалмасăр тăнă хыççăн Микулай хăвăрт малалла утрĕ.
— Нина! — пĕтĕм вăйпа кăшкăрчĕ вăл, анчах сасси кăкăрĕнчен тухаймарĕ.
Тĕлĕкре час-часах çавнашкал пулать: çăвара уçатăн, сасă çук. Çапах та Нина ăна илтрĕ пулас. Е вăл хăй патнелле кам çывхарса пынине курчĕ-ши? Нина хир çулĕ патнелле ыткăнчĕ.
— Нина, тăхта! — тепĕр хут чĕнчĕ Микулай. Хальхинче уçă сасă уй тăрăх ян-янах кайрĕ.
Нина чарăнса тăмарĕ: пĕрре ял еннелле ăнтăлчĕ, тепре — вăрман еннелле...
Ялалла чупсан, ун çулне тӳрех Микулай пӳлнĕ пулĕччĕ. Камай вăрманĕ питĕ çывăх. Нина ĕнтĕ хăй валли вăрман чăтлăхĕнче хӳтлĕх тупасшăн.
Тĕлĕнмелле çав этем кăмăлĕнчен. Куриччен курас килет, курсан — тарас килет. Нина хăйĕн чи çывăх хĕр-тусĕ Лида урлă Микулая хăех систересшĕн пулнă-çке-ха. «Иртерех тăмалла...» Çак сăмах мĕне пĕлтернине Микулай тин ăнланчĕ. Нинăна «чун кĕнĕ». Нина кĕтет, шанать. Кĕтет?.. Апла мĕншĕн-ха вăл çав териех шикленсе ӳкрĕ?
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. Мăнтарăн, вăл каллех ĕнтĕ çын сăмахĕнчен хăрать. Çапах та Микулайăн паян ăна курмаллах, куçа-куçăн тăрса, пĕр-ик сăмах та пулин калаçса илмелле. Чун асапĕ вĕçĕмсĕр тăсăлма пултараймасть.
Микулай Нинăна татах темиçе хутчен чĕнсе пăхрĕ. Хальхннче хыттăн кăшкăрса мар, питĕ асăрханса: — Тăхтă, Нина, тăхта!..
Нина тăхтамарĕ, çаврăнса та пăхмарĕ, вăрманалла чупсах кĕрсе кайрĕ. Катара шурă тутăр вĕлтлетрĕ — самантрах куçран çухалчĕ.
Аманнă кайăка Микулай та хыçалтан йĕрлесе çӳрес темерĕ. Ăнсăртран чăнласах пĕр-пĕр усал çын куçĕ тĕлне пулсан — вара епле?.. Ахаль те хур куракан çынна тата пысăкрах инкеке кĕртсе ӳкерĕн — çавă çеç…
23
Илĕм-тилĕм ирхине Камай вăрманĕ хĕрринче курнă сăнар чăн та «куç ултавĕ» кăна пулчĕ-мĕн. Микулай хире тепĕр ир те, виççĕмĕш ир те тухса пăхрĕ. Анчах Нина урăх курăнмарĕ. Апла мĕне пĕлтерчĕ пулать-ха Лида ăна «иртерех тăмалла» тесе систерни? Тата Нина хăй мĕн тума тухнă хире? Тен, çав ирхине Микулайăн Нинăран юлмалла марччĕ?! Ун хыççăнах вăрмана чупса кĕмеллеччĕ, шыраса тупмаллаччĕ ăна, калаçмаллаччĕ...
Çитменнине, Микулай çав кунсенче Нинăн хĕр-тусне Лидăна та тĕл пулаймарĕ. Ытах унран ыйтса пĕлĕччĕ. Лида ĕçе тухни те курăнмарĕ. Нинăна хăйне килтен сайра кăлараççĕ. Ир-ир Кинчер çăлĕнчен шыв кӳрет вăл. Хатар выльăхĕсене кĕтĕве ăсатать, хурĕсене Çавал хĕррине хуса анать. Çавă çеç. Кун çутинчех пĕр-пĕр хӳтĕ кĕтесре сыхласа тăраймăн ăна. Ахаль те ялти вăрăм чĕлхесем канăçа пĕлмеççĕ.
Терĕссипе, çамрăк агроном «чун асапĕсем» çинчен кăнтăрла кăшт манать. Вăл ĕçе парăнать. Шăпах çав вăхăтра тата пĕр инкек сиксе тухрĕ.
Леш «усал çумăр» хыççăн Шангинпа Уруков пĕтĕм уй-хире пăхса çаврăннăччĕ. Ун чухне иккĕмĕш бригадăн кайран акнă кантăрĕ шăтманччĕ-ха. Пăрпа хутăш çунă вăйлă çумăр тăпрана вырăн-вырăн йĕтем пекех пирчетсе хăварнăччĕ. Май килнĕ çĕре — кукурузăпа сахăр кăшманĕ, нимĕç пăрçипе çĕрулми пуссисене — агроном йывăç сӳре е культиватор кĕртсе яма хушрĕ. Çапла вĕсем тăпран çиелти хытса ларнă сийне вăхăтра хускатса ĕлкĕрчĕç. Кун пек чух пĕтĕм çĕр кăкăрĕ çăмăллăн сывласа ярать, калчасем ашкăрса ӳсме тытăнаççĕ. Пăхсан куç йăпанать, чун савăнать.
Иккĕмĕш бригадăн кантăр пуссине агроном ĕнер тепĕр хут çитрĕ. Кантăр пусси çаплипех хуп-хура выртать. Тĕллĕн-тĕллĕн вара сĕтлĕ пиçенпе йытпырши иртĕхе пуçланă. Агроном тăпрана аллипе чавса пăхма тăрать. Яхăнне те ан пыр. Çумăр çунă чух кĕселленсе елпĕрекен шуранка тăмлă тăпра халĕ чул пекех хытса ларнă. Талккăшĕпех темĕнле «йывăр питлĕх» выртать тейĕн. Агроном кĕсйинчен кăранташ кăларать те тăпрана кăранташăн пуклак вĕçĕпе шăтара-шăтара хăйпăтать. Мĕн курать-ха вăл?
Кантăр вăрри чиперех шăтнă, анчах унăн ачаш калчи çумăрпа пирченнĕ тăпрана шăтарса çиеле тухайман. Калча вара «йывăр питлĕх» айĕнче сывлăшсăр пăчăха пуçланă.
Агроном черченкĕ калчана ал тупанĕ çине хурать. Калча йĕп пек çинçе, ун пуçĕнче кантăр вăрри хуппи. Хăйне евĕр «броня», «хурçă каска». Çанталăк йĕркеллĕ чухне кантăр калчи, çав «хурçă каскăна» тăхăнса, кăпăшка тăпра витĕр ним мар шăтарса тухаканччĕ. Халь, авă, ăна нимĕнле «броня» та пулăшайман, «йывăр питлĕхе» çĕклесе уçма унăн вăйĕ çитеймен. Ал тупанĕ çинчи кантăр калчи çапăçу хирĕнче пуç хунă салтак пек выртать... Пурнăçшăн пыракан аслă кĕрешӳре кашни ӳсентăран — хăйне евĕр салтак.
Ĕç-пуç çавнашкал килсе тухассинчен агроном малтанах, пăрлă çумăр иртнĕ хыççăнах, шикленнĕччĕ. Кун пирки бригадира та асăрхаттарнăччĕ.
— Кантăр пуссине йывăç сӳре кĕртсе ямалла мар-ши, Тарас Иванович? — тенĕччĕ вăл.
Пайгусов бригадир, хăй калашле, мĕн пĕчĕкрен кăпшанкă пек тăпра ăшĕнче чаваланса ӳснĕ. Ака-суха ĕçне лайăх чухлать. Хăй ĕмĕрĕнче çур тĕнчене тăрантармалăх та тырă акса тунă.
— Çук, Николай Степанович, — терĕ ун чух бригадир, агронома питĕ майĕпен хирĕçлесе, — кантăр кĕç-вĕç шăтса тухмалла. Сăмсаланнă вăрлăха хускатма юрамасть. Калча çине эпир ĕмĕрне те сӳре кĕртмен, вăхăчĕ çитсен, хăех шăтĕ-ха!..
Çамрăк агроном бригадир сăмахĕпе килĕшрĕ. Халь, акă, кантăр куç умĕнчех пĕтет, шăтнă вăрлăх «йывăр питлĕх» айĕнче сывлăшсăр пăчăхать. Паянах, халех мĕн те пулин тумалла!..
Агроном хиртен яла хăвăрт таврăнать те председательпе бригадира шыраса тупать.
— Инкек, — тет вăл. — Кантăр пĕтет!.. Хальхинче Сармаевăн мăранлăхĕ таçта кайса кĕчĕ. Вăл Ванька Черкалова туххăмрах машина патне чĕнтерчĕ. Пайгусов бригадирăн та тĕксĕм çамкине шултра тар тапса тухрĕ. Тар тумламĕсем, кĕçех пĕр çĕре пĕрлешсе, ун питĕнчи тарăн йĕрсем тăрăх янахĕ çинелле юха-юха анчĕç.
— Халь те пулин йывăç сӳрепе сӳрелесе пăхар мар-и? — терĕ агроном, виççĕн пĕрле тепĕр хут кантăр пуссине çитсен.
Урăхла май çук, — килĕшрĕ председатель. — Анчах пĕтнĕ вăрлăх вырăнне çуршар норма хушса акма тивет. Унсăр... сайра кантăртан мĕн усси?.
Пайгусов шăл шурри те уçмарĕ. Унăн тĕксĕм сăнĕ-пичĕ çырмари хăйăр чулĕ пек хытса ларчĕ. Хăйĕн йăнăшне вăл чĕри çине ытла та йывăра илчĕ пулас. «Ĕмĕр-ĕмĕр çĕр ĕçлесе пурăнтăм, юлашкинчен — ме сана! — çак инкек патне çитсе тăрăнтăм иккен!..»
Кантăр пуссине, агроном сĕннĕ пек, йывăç сӳрепе сӳрелесе тухрĕç, сайра шăтасран тепĕр çур норма хушса акрĕç.
Кун хыççăн председатель çамрăк агронома кĕретĕнех хисеплеме, ăшăрах куçпа пăхма тытăнчĕ. «Пуçĕ пур йĕкĕтĕн, — терĕ вăл хăй ăшĕнче. — Куçĕ те çивĕч. Ялти усал сăмахран çеç кăшт сыхланмалла. Чăрсăрланасси пур...»
«Кантăр тамаши» хыççăн агроном та ĕçре ӳлĕм хăйне çирĕпрех тытма кирлине картса хучĕ. Пĕр-пĕр йăнăш асăрхарăн, иккĕленсе ан тăр, тӳрех кала: «Тĕрĕс мар тăватпăр, юлташсем!..»
Пайгусов — опытлă бригадир, анчах такăнасси унăн та пулма пултарать. Çавăнпа — çынна шан, тĕрĕслеме те ан ман!..
Пурнăçра кĕтмен япаласем час-часах сиксе тухаççĕ…
Çĕнĕ вите çумĕнче ĕне сумалли «ёлочка» агрегат вырнаçтарма пуçăннине çамрăк агроном хăй колхоза килнĕ кунах курнăччĕ. Ăна халĕ те ĕçе ярайман-ха.
Районти «Сельхозтехника» уйрăмĕнчен килнĕ механик «урнă ĕне сĕчĕ» сăвакан агрегатсене ытларах тĕрĕслесе çӳрет иккен. Эрни-эрнипех вăл ĕçре курăнмасть. Районтисем ăна колхозра тесе, колхозрисем районта тесе шутлаççĕ. Юлашкинчен хайхи «ёлочкăна» вырнаçтарма колхоз механикĕ Иван Ермолаев хăй тытăнчĕ.
Ермолаевăн унсăрах ĕç нумай-ха. Тырпул пухса кĕртмелли машинăсене хăвăртрах юсамалла. Пĕррехинче агроном, колхоз механикне шыраса, фермăна анчĕ. Хайхи монтаж ĕçне хăй те сисмесĕрех хутшăнса кĕрсе кайрĕ.
Институтра вĕреннĕ чухне, çуллен колхозсене практикăна кайсан, Николай Шангин ĕне сумалли агрегатсен ĕçĕпе аванах паллашнă. Çавăнпа халь те вăл фермăна çитнĕ-çитмен Ермолаев механика пулăшма пикенчĕ, уйрăмах вакуум аппаратне вырнаçтарнă çĕрте лайăх канашсем пачĕ.
Мĕн тăвăн, кăмăлĕ çавнашкал ĕнтĕ Микулайăн: пĕр ĕçе те хутшăнмасăр тӳсеймест вăл, пĕр ĕçрен те аяккалла пăрăнса тăмасть. Ун чĕрине пĕчĕкçĕ хĕлхем кăна пырса ӳктĕр, вара ăна пĕтĕмпех вут хыпса илет.
«Ёлочка» вырнаçтарнă çĕрте кун иртрĕ. Анчах Микулай пăшăрханмарĕ: ун пурнăçĕнче темĕнле çĕнĕ япала хушăнчĕ. Хушăнни катăлни мар. Машина çăвĕпе вараланса пĕтнĕскер, киле хаваслăн таврăнчĕ вăл. Ĕнтĕ Микулай питне-куçне çуса ĕлкĕреймерĕ, Кĕтерук кинемисем патне кĕтмен çĕртен (яланхи пекех!) Лида пырса çитрĕ. Хура хĕр — çутă чун!.. Ăна курсан, Микулай хытăрах хавасланчĕ..
— Эх, Литюк йăмăкăм! — терĕ те вăл аллинчи шурă алшăллипе хĕре пилĕкĕнчен çавăрса илчĕ. — Епле килме пĕлтĕн-ха эс? Епле?
Хĕр вăтанса пуçне пĕкрĕ. Каччă ик вĕçрен тытнă алшăллине хĕр пилĕкĕнчен пурпĕрех вĕçертмерĕ, тутипе çăмăл вальс кĕвви каласа, Лидăна хăй тавра вăр та вăр çавăрчĕ. Пахча ялăкĕнчен çак вăййа Кĕтерук кинеми сăнаса тăратчĕ. Вăл картишне кĕме хăяймарĕ, каччăпа хĕре чăрмантарас темерĕ, каллех хăйĕн йăранĕсем хушшине таврăнчĕ. Мĕнех вара, хĕвел аниччен кинеми тата кăшт тăрмашкалĕ.
Кăмăлĕ пăлханнă чухне Лида сăмахсене пăтăр-пăтăр таткаласа калаçать.
— Атьăр... — терĕ Лида. — Хăвăртрах... Минут та тытăнса ан тăрăр... Вăл кĕтет... пирĕн патра кĕтет... Аттепе анне килте çук... Эпир иккĕнех... Нинăпа...
Лидăн ашшĕпе-амăшĕ Туçа ялне хăнана кайнă иккен. Тĕрĕссипе, туя кайнă. Лида амăшĕн йăмăкĕ ывăлне авлантарать, кин кĕртет. Ваттисем унтан ырансăр таврăнаймаççĕ. Лида Микулая хăйсем патне «улаха» чĕнет.
Микулай вăрах шухăшласа тăмарĕ.
— Лида, — терĕ вăл, рюкзакĕнчен шурă кĕпе кăларса, — эсĕ чуп, эпĕ халех çитĕп... Кĕпе çеç якатса тăхăнатăп...
— Хамăн якатса парас мар-и?
— Çук, çук, чăрманма кирлĕ мар... Тата... — Микулай кăшт тытăнса тăчĕ. — Ну, юрĕ, эпĕ халех!..
«Урамра çын куçне пĕрле курăнар мар», — тесе каласшăнччĕ каччă, анчах шарламарĕ. Ун шухăшне Лида хăех сисрĕ. Йăл кулса илчĕ те вăл картишĕнчен çавра-çил евĕрех тухса вĕçтерчĕ.
Ытлашши çын куçĕ тĕлне пуласран сыхланса, Микулай хăй те Кайрикасалла тӳрех Аслă урампа улăхмарĕ, Çавал хĕррипе тавра кайса çаврăнчĕ. Хăйĕн яланхи улах сукмакĕпе. Çапах та Кайрикас тăкăрлăкне çитиччен унăн клуб умĕпе иртмелле пулчĕ. Клуб крыльцинче Кариньков тăратчĕ. Ытахальтен Шангин ăна сывлăх сунчĕ. Лешĕ хирĕç чĕнмерĕ. Куçĕпе хăй вара Шангина Лидăсен хапхи тĕлне çитиех ăсатрĕ. Паллах, сăнать. Ан тив, хăтлантăр-çке!..
Калас пулать, Кариньков юлашки вăхăтра сисĕнмеллех пусăрăнчĕ: вăл ĕнтĕ милкемес пуçне яланхи пек мăнаçлăн çĕклесе мар, салхуллăн усса çӳрет. Комсомол комитечĕн ĕçне Уруков хăй тĕрĕслеме тытăнни ăна хытах шухăша ячĕ пулас. «Çапла, Кариньков юлташ, эсĕ тĕнчере тĕрĕслĕхшĕн кĕрешетĕп тетĕн... Кĕреш!.. Чăн-чăн тĕрĕслĕх çиеле тухатех. Анчах ку вăл сан тĕрĕслĕхӳ мар, пирĕн тĕрĕслĕх пулĕ!..»
Хапхара Микулая Лида кĕтсе илчĕ. Тĕксĕм сăнĕ хăйĕн йăл та йăл çуталать.
— Пахчана кĕрĕпĕр, — терĕ хĕр, картишĕнче чарăнса тăмасăр. — Атьăр, атьăр!.. Ют çĕрте мар... Хăюллăрах...
Чăтлăх вăрман пек пахчара Микулайăн чалăрнă куçĕсем малтанлăха никама та асăрхаймарĕç-ха. Пăлханнипе унăн сывлăшĕ пӳлĕнчĕ, чĕри пăчăртанчĕ. Микулай ун-кун пăхкаларĕ. Чие тĕми хыçĕнче шурă тутăр курăнах кайрĕ. Каччă пĕтĕм тăлпăвĕпе малалла ăнтăлчĕ.
— Нина! — чĕнчĕ вăл шăппăн.
Акă тахçан кĕтнĕ самант çитрĕ. Вĕсем тĕл пулчĕç. Унччен пĕрне-пĕри вунă çул курман пек туйăнатчĕ вĕсене. Тĕл пулчĕç — вĕсен пуçĕсем урлă икĕ çулталăк кĕрлесе иртмен те тейĕн. Çук, кунта ахлатни те, куççуль тумлатни те пулмарĕ. Лăпкăн, тӳлеккĕн, сăпайлăн тĕл пулчĕç вĕсем. Малтанлăха çеç пĕрне-пĕри сăмах чĕнеймерĕç. Микулай, Нинăн икĕ аллине те пӳрнисем вĕçĕнчен тытса, хуллен кăна чăмăртарĕ. Нина йавашшăн кулса илчĕ.
Именчĕк кăмăлтан хăтăлма вĕсене Лида пулăшрĕ.
— Килĕр, ак çакăнта ларăр, — терĕ вăл, тусĕсене пахча варринелле йыхăрса. — Темех мар... Пирĕн ĕнтĕ, юмахри пек, кĕленче те кантăк керменсем çук... Хуп витнĕ хӳшĕ анчах... Килĕр... Ларăр та чунăрсем каниччен сăмахлăр... Эп сире чăрмантармăп...
— Тем ан пупле-ха, Лида, — хĕреле-хĕреле пӳлчĕ хĕр-тусне Нина. — Вăтантаратăн...
— Туршăн та вăтантарса мар, — йăл çуталчĕ Лидăн тĕксĕм сăнĕ. — Эсир мана ан пăхăр... Ман пӳрт-çурт пуçтармалла, шыв кӳрсе килмелле, ĕне сумалла, улах пăтти пĕçермелле... Ĕç нумай...
— Ан суйлан, Лида, — урăх нимĕн те каласа ĕлкĕреймерĕ Нина, лешĕ картишнелле вăшт çеç кĕрсе çухалчĕ.
Лидăсен пахчи, хăйне май, питĕ улăх кĕтес. Пĕр енче, карта çумĕпе, хăмла çырли хунавĕсем ашкăрса ӳсеççĕ, тепĕр енче — чиепе хурлăхан тĕмисем. Пахчара кам пуррине çăра çулçă витĕр темле вичкĕн куç та хăвăртах уйăрса илес çук. Тепĕр тесен, камран сыхланмалла-ха Нинăпа Микулайăн? Юнашарах — Нинăсен тăван килĕ. Тепĕр енчи кӳршĕсем те — шанчăклă çынсем.
Улах кĕтес, ырă кĕтес. Лаштра улмуççисем уяр чух — хĕвелтен, йĕпе-сапа чух çумăртан лайăх хӳтĕлеççĕ пулмалла. Лида каланă пекех, пахча варринче вĕрлĕк тăратса, хуп витсе тунă хӳшĕ ларать. Унăн алăк таврашĕ çук — умĕнчен янках уçă. Тĕрĕссипе, ку хӳшĕ те мар-ха, пĕчĕкçĕ лупас кăна. Хуçисем унта пахчари ăпăр-тапăра хурса усраççĕ. Шалта çапах хăйне кура хăтлăхĕ те пур. Икĕ енне сарлака тенкел лартнă, чăн варринче сĕтел. Сĕтел урисене çĕр ăшне çапса кĕртнĕ — пули-пулми хускатаймăн.
Таврара питĕ шăп. Йывăçсем хушшинчен шăкăлчи алхасса шăхăрни çеç илтĕнкелет. Кĕç анса пытанас хĕвелĕн çутă пайăркисем ешĕл сада пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çити пин-пин ылтăн хĕлĕх пек витĕреççĕ. Хĕлĕхсем тăрăх шăкăлчи вĕçсе-сиккелесе çӳрет. Кайăк чĕрни пыра-пыра лекнипе ылтăн хĕлĕхсем ытарайми илемлĕн янăраса каяççĕ... Ĕнтĕ шăкăлчи юрри Микулай хăлхине çавăн евĕрлĕрех илтĕнет.
Савнипе калаçма чĕлхене сарă çу сĕрмелле, теççĕ. Калас тенĕ сăмах майĕпен хăех тупăнчĕ.
— Нина, — ассăн сывласа илчĕ Микулай, — епле-ха, Нина? Пĕр ялта пурăнатпăр — тĕл пулаймастпăр. Пĕр-кун Кинчер тăкăрлăкĕнче курсан...
— Ах, ан асăнах ăна! — пӳлчĕ Нина. — Ниçта кайса кĕрейми вăтантăм. Пĕр кĕтмен çĕртен... Сăнăм çук, çи-пуçăм — катемпи хăраххи...
Ун чухнехишĕн Нина халь те хĕрелет, куçне аяккалла тартать.
Тĕлĕнмелле: унăн сăнĕ-пичĕ паян хĕр чухнехи пекех таса, çутă, хитре. «Шанчăк хĕлхемĕ сӳнмеллипех сӳнмен-ха» — аса илчĕ Микулай Нина çырăвĕнчи сăмахсене. Нинăна «чун кĕнĕ». Тен, вăл ӳт-пӳрен çеç кăшт начарлании сисĕнет. Куçĕсем вара унчченхинчен те пысăкрах. Сад сулхăнĕнче вĕсем кăн-кăвак мар, тĕксĕм те тарăн курăнаççĕ. Çулçăсем хушшипе самантлăха хĕвел пайăрки ӳксен кăна вĕсенче яланхи сенкер кăвак тĕс вылянса илет.
Пĕр-пĕринчен именесси-тăвасси хăвăрт иртрĕ. Сад тăрăх утса çаврăннă хыççăн Микулайпа Нина хӳшше кĕрсе ларчĕç. Çын куçĕнчен сыхланни çапах та пăсмĕ.
Пĕр шутласан кӳренмелле. Вĕсен чĕринче — чи таса кăмăл-туйăм, чи ырă ĕмĕт-шухăш. Нимĕнле усал кăвар та тумаççĕ вĕсем, никам телейне те туртса илме ăмсанмаççĕ. Хăйсен ăраскалне ыттисем таптаса тăкнишĕн кăна пăшăрханаççĕ. Анчах, пăхăсăн, ирхи сывлăм пек таса ĕмĕт-шухăшпах вĕсен çын куçĕнчен пытанма тивет.
Курпăль хăмаран çапса тунă кĕмсĕркке сĕтел хушшинче вĕсем хире-хирĕç лараççĕ: Микулай — пĕр тенкел çинче, Нина — тепĕр тенкел çинче. Вĕрлĕксем хушшипе сĕтел çине каçхи йăмăх хĕвел çути ӳкет.
— Ыйтам-ха, Нина, — терĕ Микулай шӳтлерех-мĕнлерех, — пĕр ирхине уя тухрăм та савăнăç куртăм... Ешĕл хирте пĕр сарă хĕр çӳрет... Чĕнтĕм, йыхăртăм, сарă хĕр çаврăнса та пăхмарĕ, вăрмана кĕрейсе пытанчĕ... Те чăнах пулчĕ, те куçăм улталанчĕ?.. Паян кун та иккĕленетĕп...
— Иккĕленме кирлĕ мар, — йăлтăрах çуталчĕ Нина сăн-пичĕ. — Эпĕ калчасем пăхма тухсаттăм. Чунăм ниçта кайса кĕрейми тунсăхларĕ. Тантăшсемпе пĕрле пулас килет, хирте çӳрес килет, хĕвел ăшшинче йăпанас килет. Эпĕ пур, читлĕхе хупнă кайăк пек асапланатăп. Килтен ир-ир кăна тухкалатăп... Лида урлă сана систерес терĕм... Хам кĕтӳ хăвалаттăм та Çавал леш енне чупса каçаттăм, çуртри пуссине улăхаттăм... Пĕринче санă курах кайрăм, сассуна та илтрĕм: «Нина, тăхта!..» Сехре хăпрĕ, чĕре сиксех тухатчĕ... Вăрманалла тартăм.. пытантăм... Ах, ман асапăмсене пĕлес пулсан!..
— Пĕлетĕп, Нина, ăнланатăп, — терĕ Микулай. — Анчах мĕн кĕтсе пурăнатăн-ха эс çав тамăк шăтăкĕнче?
— Ачана памаççĕ, сасартăк чĕтренчĕ Нина сасси. — Судпа хăратаççĕ... Ачуна илсе кайсан та милици урлă каялла тавăратпăр, теççĕ. Пĕркун, эсир Хадаровпа, ашшĕпе ара, садра тĕл пулнă хыççăн, килте хăрушла тĕркешӳ пуçланчĕ. Эпĕ пур-çук япалана пуçтартăм та, ачана алла тытса, тухса кайма тăтăм. Леш Ăçтиçукĕ урнă йытă пекех сиксе ӳкрĕ. Ачана ман алăран тăпăлтарса илчĕ те хăй çумне пăчăртаса лартрĕ. Халь-халь чунĕ тухать ывăлăн... Ăнтăхса кайрĕ, сывлаймасть. Лешĕ арçуриллех çухăрать: «Памастăп!».. Никама та памастăп!.. Вилсен те, чĕрĕлсен те!..» Ăншăрчĕпе ачана тем туса хурасран шиклентĕм... Пурăнатăп çапла вутра вĕтеленсе... Чĕрене хура тунсăх кăшлать... Макăрас тесен — макăрайми пултăм... Куçăмра куççулĕ типрĕ... Никампа сăмахласа чунăма йăпатма çук.. Мĕншĕн çапла килсе тухрĕ-ха ман телей, мĕншĕн?
Нинăна хирĕç нимĕн те тупса калаймарĕ Микулай. Пĕр хушă тăм-чĕмсĕр пулса ларчĕ. Чылайран тин ыйтрĕ, хăюллансах, чăрсăрлансах.
— Кала-ха, Нина, — терĕ вăл. — Епле качча тухма пултарнă эс çав услапа?
Нина Микулай çине тĕлĕннĕн пăхса илчĕ те кĕскен хуравларĕ:
— Сана тарăхса! — анчах хăй халь-халь макăрса ярасла йăл та йăл кулкаларĕ. — Миçе çыру çыртăм сан патна! Сăнӳкерчĕке те ярса патăм... Эсĕ пур, шăпăрт та шарламарăн...
— Каçар, Нина, — салхуллăн тилмĕрчĕ Микулай, — сан инкекӳшĕн, асапушăн эпĕ...
— Кирлĕ мар ун пирки, кирлĕ мар, — пӳлчĕ ăна Нина. — Кашнин хăйĕн кунçулĕ, хăйĕн ăраскалĕ... Маншăн никам та айăплă мар. Хам айван пулнă. Ватă хĕр ятне илтесрен хăранă, качча тухма васканă... Тĕнчере пурне те ырă çын тесе шутланă... Пур енчен те сана, атте-аннен пĕртен-пĕр хĕрне, пыл та çу сĕнеççĕ, ырлăх-сывлăх сунаççĕ имĕш. Юрла-юрла пурăн. Халь, авă, ташлаттараççĕ.
Нинăн тĕксемленнĕ куçĕнче сасартăр сенкер кăвар ялкăшса илчĕ.
— Мĕнпур Хатар йăхне кураймастăп! — терĕ Нина шăппăн та çилĕллĕн. — Чунтан кураймастăп!..
Вĕсем каллех пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕç. Тепĕр самантран тин Микулай сăмах хушрĕ.
— Çул юппи... — терĕ вăл, шухăша кайса. — Икĕ çул юппи — икĕ çĕрелле... Çапах та мĕншĕн? Мĕншĕн?..
— Сан ун чухне урăххи пулнă... — кĕретĕнех кĕвĕçнĕ кăмăл палăрчĕ Нина сассинче. — Хулари...
Ку сăмах каччă чĕрине ытла та хытă пырса тиврĕ.
— Урăххи — чакак хăраххи, — Микулай ура çине сиксе тăчĕ те аллине сулчĕ. — Тĕнчере никам та çук... Эсĕ... Эс — инçетре... Тыткăнра... Усал çынсен аллинче... Сана тĕл пулнă кĕске самант — тĕлĕк кăна... Уншăн та тем пекех хĕпĕртетĕп. Хуп витнĕ хӳшĕ мана чаплă кермен пек туйăнать. Çийĕ — калай, стенисем — ылтăн, кантăкĕ — мерчен...
Анакан хĕвел çути чалăшшăн ӳкнипе, хĕвел пайăркисем вĕрлĕк хушăкĕсенчен сăрхăнса кĕнипе кивĕ хӳшĕ çак самантра Микулайпа Нинăна чăнах та ылтăн стеналлă, мерчен кантăклă кермен пек туйăнать...
Каччă Нина патне пычĕ те ăна аллинчен тытрĕ.
— Юратакан чĕресемшĕн хӳшĕре те телей, — терĕ вăл. — Кам каланă-ши çак сăмаха?.. Питĕ тĕрĕс каланă!.. Ĕмĕр тухмăттăм çак хӳшĕрен... Тинĕс пек сенкер те тарăн куçран ĕмĕр-ĕмĕр пăхса ларăттăм...
Хӳшĕ алăкĕ патне Лида хыпăнса чупса пычĕ.
— Сыхланăр! — кăшкăрса яраслах пашăлтатса илчĕ вăл. — Ăçтиçук-Таçук килет. Пытан, Нина, хăвăрăн садăра чупса каç!..
Нинăн сăнĕ сасартăк шуралса кайрĕ, ахаль те пысăк куçĕсем тата ытларах пысăкланчĕç. Вăл хӳшĕрен аманнă чĕкеç пек вăркăнса тухрĕ те сад чăтлăхнелле кĕрсе çухалчĕ. Çук, хăйсен пахчине каçмарĕ вăл, пахча хыçĕпе хирелле — ыраш пуссинелле вĕçтерчĕ.
Микулай, Лидăпа пĕрле пахчаран картишне тухрĕ. Пуçĕнче унăн çилĕллĕ шухăш, хаяр шухăш: «Нивушлĕ Кариньков систерсе ĕлкĕрчĕ?!. Ку шăши юсĕ хыçалтанах шăршласа-йĕрлесе çӳрет... Путсĕрсем!..»
Кăкăрĕнче тепле хаяр çилĕ вĕресе тăрсан та, Микулай Ăçтиçук-Таçука лăпкăн кĕтсе илме тăрăшрĕ.
— Таçта çав териех васкать ĕнтĕ Дарья Варламовна? — терĕ вăл, лешĕ Лидăсен калинккине шалтăртаттарса уçса кĕрсен. — Килĕрех, килĕр, малалла иртĕр!..
Лида чĕнмест. Вăл хытах сехĕрленнĕ пулас, Микулай хӳттинче тăрать.
— Ăçта пирĕн кин? — шыва чикнĕ вутпуççи пек чашкăрса илчĕ Ăçтиçук-Таçук. — Кунта терĕç!..
— Кам каларĕ-ши?
— Шанчăклă çын! — Ăçтиçук-Таçукăн куçĕсенче вĕрçĕнĕ пăхăр укçасем çиçсе илчĕç: пĕр пус — икĕ пус, пĕр пус — икĕ пус. — Эс, çичĕ ют, чĕнмесен те юрĕччĕ, — терĕ вăл Микулая. — Санран ыйтмаççĕ, Литюк, ăçта пирĕн кин?
— Эпĕ... Эпĕ ăçтан пĕлем-ха, Таçук аппа, — пăлханнă сасăпа хуравларĕ Лида, Микулай хӳттинчен тухса. — Курман, пĕлместĕп. Пирĕн патра пулман вăл...
— Хэ-э, пулман эппин! — Ăçтиçук-Таçук тӳрех крыльца патнелле ыткăнчĕ, анчах унăн çулне агроном пӳлчĕ.
— Тăхтăр-ха, хисеплĕ Дарья Варламовна, — терĕ Шангин. — Кам вара эсир çын кил-çуртне ухтарса çӳреме? Милици? Угрозыск? Следователь? Прокурор?
— Ы-ых, сана! — икĕ чышкине чăмăрласа, хире-хирĕç тăнттăн çапса илчĕ Ăçтиçук-Таçук. — Вĕçĕмех ман çул çинче тăратăн!.. Эп сана!.. Эп сана кăтартăп-ха!.. Асăнтарăп!.. А эсĕ тата... — Лидăна хирĕç сиксе ӳкрĕ вăл. — Хĕр пуçăн иртĕхетĕн... Каччăсемпе упăшкаллă хĕрарăмсем валли вăрттăн улахсем тăватăн!.. Намăссăр!.. — Ăçтиçук-Таçук кунта хапха юпи хĕрелсе каймалла усал сăмахсем каласа тăкрĕ, юлашкинчен, çиллине шăнараймасăр, ӳлесе-макăрса ячĕ. — Таçтан çичĕ ютран йăтăнса килеççĕ те чип-чипер ырă çынсене тăркăнтарлах мăшкăл тăваççĕ. Тупăпăр-ха, эпир те хӳтлĕх тупăпăр!.. Ӳ-ӳ-ӳ!
Унччен те пулмарĕ Ăçтиçук-Таçук Лида çине тепĕр хут сиксе ӳкрĕ.
— Кала, чикан хĕрĕ, ăçта пытартăн кине? Нӳхрепе-и е тĕпсакайне? Е пахча витĕр хăйсен килне тартрăн-и? Тупатăп! Пурпĕрех тупатăп! Çĕр айĕнчен чавса кăларатăп!.. Эс, чикан хĕрĕ, çак килтех шăна кăмпи пек пĕрĕнсе лар! Ĕмĕрне качча тухмалла ан пултăр! Тип! Хăр! Тьфу! Тьфу! Тьфу!..
Картран вĕçерĕннĕ Ăçтиçук-Таçук, енчен енне çаврăнса, виçĕ кĕтесселле сурчĕ те Лидăсен картишĕнчен арçуриллех тулкăшса тухса кайрĕ.
— Асту такăнса ан ӳк! — терĕ Микулай, ăна хапхаран ăсатса. — Чипер кай!..
Микулай шӳт тăвасшăн пулчĕ, анчах хăйĕн кăкăрĕнче темĕнле пăтранчăк шыв вĕресе хăпарнăн туйăнать. Мĕн тери ырă кун пăсăлчĕ!.. Ĕнтĕ Ăçтиçук-Таçук каллех пĕтĕм ялĕпе чан çапса янратать: «Агроном çапла... Агроном капла... Çын арăмĕпе... вăрттăн кĕтесре...»
Лидăна та аван мар. Ăçтиçук-Таçук ăна пĕр сăлтавсăрах кӳрентерсе пĕтерчĕ. Эх, этем!.. Этем мар, чăннипех ăçтиçук! Вĕреçĕлен... Уншăн пулсан, çĕр çинче ĕнтĕ пĕр таса вырăн та, пĕр таса чун та, пĕр ырă çын та çук. Паллах, Хатарсемсĕр пуçне. Уншăн тĕнчере нимле таса туйăм та, нимле юрату та çук. Упăшка та арăм. Çавсем кăна. Упăшка — хуçа, арăмĕ — ун чури, хăрхăмĕ. Ытти вара пĕтĕмпех — суту-илӳ. Кин вăйĕпе вăл çĕрулми, пахчаçимĕç лартса тăвать, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал ĕрчетет, вĕсене йăлтах сутмалла, услам тумалла. Куçĕнче пĕрехмай пăхăр укçа йăлтлатса сикет: пĕр пуслăх — икĕ пуслăх…
— Каçар, Лида, — терĕ Микулай, хуçăлнă кăмăлпа хĕр аллине тытса. — Каçар. Сана ахалех айăпа кĕртрĕм... Анчах маншăн паян чи çутă кун... Вăл пăсăлчĕ пулин те, халь, акă, хĕвел анчĕ пулин те, ман кăкăрта çав-çавах çутă, ырă... Тав тăватăп сана, Лида!.. Сывă пул!.. Тепре куриччен... ыранччен... Нина пирки ытлашши ан пăшăрхан... Вăл хăйĕн телейне тупатех... Ăна чун кĕнĕ... Унăн халь çунат пур... Литюк, ан ятла мана, — каччă хĕре икĕ хулĕнчен тытса пăчăртарĕ те урамалла тухрĕ.
Клуб умĕпе иртнĕ чухне Микулай паçăрхи вырăнтах, крыльцара, икĕ çын тăнине асăрхарĕ: Кариньковпа Георгий Хадаров... Урамра тĕттĕм мар, çын сăнне аванах уйăрса илме пулать. Агроном çывхарса килнине курсан, Кариньковпа Георгий Хадаров клубалла кĕчĕç. Иккĕленмелли çук, Ăçтиçук-Таçука Кариньков çул кăтартнă... Унăн ирсĕр ĕçĕ ку. Çапла вăл хăй валли çăлăнăç е çăмăллăх шырать. Вăл мораль тасалăхĕшĕн кĕрешет имĕш, анчах çынсем ăна ăнланаймаççĕ-мĕн. Халиччен ăна хӳтĕленĕ Уруков та халь, авă, ун ĕçне тĕрĕслет. Çук, çук, Кариньков парăнасшăн мар-ха. Вăл Шангинăн кашни утăмне йĕрлет, ăна йăнăш çулпа каясран «сыхлать». Атя, тăрăш, Кариньков юлташ, хытăрах тăрăш! Эс тунă «пархатарлă ĕçе» этемлĕх манмĕ!..
Киле таврăнсан, Микулай хăйĕн дневникне те çав сăмахсенех çырса хучĕ. Юлашкинчен хушрĕ: «Килес ăрусем, сана чыс туса, тен, палăк лартĕç. Хура юпа».
24
Тепĕр кунне Шангин колхоз правленине çитиччен малтан тимĕрç лаççи патне пычĕ. Кунта, лупас айĕнче, комбайнерсем лафетлă жаткăсене юсаççĕ, унччен юсăнă агрегатсене тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, асăрханă мĕнпур кăлтăк-сăлтăка тӳрлетеççĕ.
Пĕлнĕ пекех, колхоз механикĕ Иван Ермолаевич çула майăн правленирен Шангин валли çыру илсе пычĕ. Çырăвĕ Шупашкартан килнĕ. Кĕнеке издательствинче ялхуçалăх литератури енĕпе ĕçлекен редактор: «Май пулсан, Шупашкара çитсе кураймăр-ши?» — тесе çырать Микулай патне. Ялхуçалăх институтĕнчи ученăй Совет сĕннипе издательство Николай Шангинăн «Тăпра юхăннине чарасси» ятлă алçырăвне чăнласах уйрăм кĕнеке туса кăларасшăн иккен. Ку хайхи унăн дипломлă ĕçĕ. Тĕрĕссипе, ăна пичетлесе кăларассишĕн нимĕнле ученăй Совет та мар-ха, ӳсентăран кафедринчи Чумайкин доцент, ара, хай канăçсăр Иван Андреевич, хыпăнса-çунса çӳрет. Микулайшăн ырă хыпар. Çырăва вăл çавăнтах Иван Ермолаевича та вулаттарчĕ.
— Яснă-ясмăк — терĕ вăл кулкаласа. — Кĕçех писателе тухатăн. Вĕçтер, кайса кил!.. Халь вĕри ĕççийĕ мар.
Çамрăк агроном юлашки вăхăтра колхоз механикĕпе питĕ çывăх туслашрĕ. Чăн та, вĕсем кăмăлĕсемпе йăлтах расна çынсем. Пĕри, лутра пӳ-силлĕскер, — çывăхра тупăпа кĕрслеттерсе персен те çĕр çинче вырăнтан хускалми çирĕп, нăкă тăракан çын. Кăмăлĕ те яланах ун пĕр пек тикĕс, лăпкă, анчах вăл чĕресĕр çын мар. Никама та вырăнсăр кӳрентермĕ. Тепри, Микулай, — вĕрирех этем. Капланса килнĕ самантлăх туйăма хăвăрт парăнать. Вĕсене иккĕшне пĕрлештерсен, шăпах пĕр лайăх çын, пур енчен те пиçсе çитнĕ çын, пулĕччĕ.
Механика ялта пурте Иван Ермолаевич тесе чĕннĕрен Микулай ăна çулĕпе хăйĕнчен чылай аслăрах çын вырăнне картнă. Сăнĕпе те, шăмшакĕпе те вăл Шангинран аслăрах курăнать. Анчах механик агрономпа пĕр тантăш иккен. Вăл — комсомолец. Иртнĕ хĕлле, çеç парти кандидатне кĕнĕ. Шанчăклă çын Ермолаев.Чĕлхи тӳрккесрех пулсан та, чунĕ евĕк. Çавăнпа Микулай ун патнелле кунран-кун хытăрах туртăнать, хăйĕн кăмăл-туйăмĕ пирки те унпа пĕр пытармасăр сăмахлать. Вĕсен хушшинче пĕр-пĕринчен вăрттăн-кĕрттĕн хăтланасси çук. Уçă чунсем.
Ĕнер Лидăсен килĕнче мĕн пулса иртнине те Микулай Иван Ермолаевичран пытарса тăмарĕ.
— Яснă-ясмăк — терĕ лешĕ, улăм шлепкине ĕнси çинелле тĕртсе. — Ман хăлхана та çакланнăччĕ ку сас-хура. Ăçтиçук-Таçук ĕнер каçранпах янрашса çӳрет... Эс хăвăнне пĕл! Уçăлмалла, акă, Шупашкара вĕçтерсе çитсе кил.
Чăн та тĕлĕнмелле: Иван Ермолаевичпа пĕр-икĕ сăмах хушса илетĕн — самантрах лăпланатăн. Тĕрĕс, Микулайăн Шупашкара çитсе килмеллех. Агрохими лабораторийĕ валли Мускавран хатĕр-хĕтĕр çитмени — çавна та тĕрĕслесе пăхмалла. Колхозра лаборатори уçас тесе, юлашки вăхăтра парторганизаци секретарĕ Уруков хăй питĕ хытă тăрăша пуçларĕ. Вăл хутшăннипе медпункт çумĕнчи пушă çурта правлени агроном аллине пачĕ. Кирлĕ япаласем туянма укçа та тупăнчĕ. Колхоз председателĕ Сармаев пĕр сăмах та хирĕç чĕнмерĕ.
— Наукăпа туслăрах пулар, эппин, — терĕ кăна. — Çынсенчен юлар мар. Халь пур çĕрте те хими.
Шупашкара çитсен, Микулайăн, паллах, чи малтан института кĕрсе тухмалла, Чумайкин доцентпа тĕл пулмалла. Тăпра е вăрлăх анализĕсем тумалли хăшпĕр япалана тупма халлĕхе, тен, вăл пулăшĕ. Шангин институтра вĕреннĕ чух çав ырă чунлă доцент ăна ытти студентсенчен маларах картатчĕ, хисеплетчĕ. Халь пулăшсан вара — тем пекехчĕ... Манман-тăр-ха вăл Шангин студента?!.
Медпункт çуртĕнчи пушă çурта агроном дезинфекци тусах тасаттарчĕ. Правленирен пĕр сĕтел, виç-тăватă пукан куçарса пычĕ. Халь ĕнтĕ унăн ларса ĕçлеме хăйĕн кĕтес пур. Медпунктпа кӳршĕллĕ пулни çеç ăна кăшт эрлентерет. Тĕрлĕ сăмах-юмах пуçланасса кĕтсех тăр. Чăн та, халлĕхе Римма Хаяркина пĕр тикĕсех тытать хăйне. Вĕсен хушшинче ун пекки-кун пекки нимĕн те пулман тейĕн. Шангин каллех укола çӳрет. Римма хĕреле-хĕреле каять...
«Хитре лĕпĕш... — хăй ассĕн шухăшлать çамрăк агроном. — Пурнăç çийĕпе çăмăллăн кăна вĕçет... Хăш чечек çине ларас килнĕ, çавăнта пырса ларать... Чим, аплах-ши?! — çав хушăрах иккĕленсе те илет Микулай. — Авă, Ванька Черкалов... мĕнрен япăх каччă?.. Риммăшăн çулăмсăрах çунать. Анчах Римма унран пăрăнать... Кашни турат çинех лармасть апла ку лĕпĕш... Нивушлĕ чăнласах юратать вăл мана?»
Шупашкара тухса каяс кунхине Шангин медпункта ирех пычĕ, Римма çитейменччĕ-ха. Микулай хăйĕн «лабораторийĕнче» кĕтсе ларчĕ. Кунта халлĕхе ним çук пулсан та, ячĕ пур — лаборатори!
Пĕр çур сехетрен Римма килчĕ. Çийĕ-пуçĕ унăн яланхи пекех элккен, сăнĕ вара кăмăллах мар. Микулай ăна сывлăх сунсан, вăл хытă пăчăртаса тытнă çаврашка тутине аран çеç уçкаларĕ.
— Мĕн пулнă сана, Римма? — ыйтмасăр чăтаймарĕ каччă. — Усал тĕлĕк куртăн-им?
— Усал тĕлĕк çав, — мăкăртатса илчĕ хĕр.
— Мĕн-ши апла?
— Калама та хăрушă...
— Кала ĕнтĕ!
— Сана хальхинче йытă мар, кашкăр туласа тăкнă пек...
— У-у-у! — сехĕрленнĕ куçне-пуçне чарса пăрахрĕ те Микулай ахăлтатса кулса ячĕ.
— Нимĕн кулмалли те çук, — çаврашка куçĕсене йăлт-ялт сиктеркелерĕ Римма. — Тата... сăмах илтрĕм: сана Кариньков ялти çамрăксем валли лекци вуласа пама хушнă, тет.
Микулай хăлхине чăнках тăратрĕ. Кунта каллех пĕр-пĕр чĕмере.
— Мĕнле лекци? — асăрханса ыйтрĕ вăл.
— Мораль кодексĕ çинчен... — терĕ Римма йĕкĕлтенĕ сасăпа.
Çамрăк агроном йăлтах ăнланчĕ. Кариньков пулăшнипе, Ăçтиçук-Таçук тăрăшнипе çĕнĕрен хускалнă сас-хура Римма хăлхине те çитнĕ. Агроном çын арăмĕпе ют пахчасенче пытанса çӳрет имĕш. Римма, паллах, кĕвĕçет. Вăл ĕнтĕ Микулая «хăйĕн» тесе шутлать.
— Эх, Римма, Римма! — ирĕксĕррĕн кулса илчĕ каччă. — Чăн та, хаяр иккен эсĕ, Хаяркина юлташ...
— Хаяр пулăн унта! — çурăмĕпе вăрт çаврăнса тăчĕ хĕр. — Эпĕ сана... шансаттăм... Эсĕ пур, çаплах ют арăмшăн хыпăнса çӳретĕн...
— Кирлĕ мар ун пирки, Римма, — чунтан йăлăннă сасăпа ыйтрĕ Микулай. — Кирлĕ мар... Санăн та хăвăн ăраскална урăх сукмак çинче шырамалла... Урăххи юратать сана, Римма!..
Ку сăмаха илтсен, хĕр шартах сикрĕ. Вăл пичĕпе каччă еннелле çаврăнчĕ те чунĕ татăласла сасăпа кăшкăрчĕ:
— Кирлĕ мар мана урăххи! Кирлĕ мар!
Хăй çавăнтах пĕчĕк ача пек ĕсĕклесе макăрса ячĕ.
Ним тума аптăранă Микулай, хĕре икĕ хулпуççийĕнчен тытса, хăй çумне пăчăртарĕ.
— Ах, Хаяркина, Хаяркина, — терĕ вăл, шут тума хăтланса — пĕртте хаяр мар эсĕ, ача пек ачаш...
Римма тата хытăрах макăрма тытăнчĕ. Хăйĕн çаврашка куçĕсем куççулĕ витĕрех кулкалаççĕ.
Микулай шухăша кайрĕ. «Кунта ман валли тепĕр серепе хатĕрех, — терĕ вăл хăй ăссĕн. — Çук, çук, маншăн ик айкки те тăвайкки пулма пултараймасть... Тепĕр чун эрозийĕ пуçланасран хытă сыхланмалла...»
— Лăплан, Римма, лăплан, — терĕ Микулай хĕре çурăмĕнчен ачашласа. — Туй пуличчен тӳрленĕ...
— Сан кулассиех ĕнтĕ, — юри мăртлатанçи тутине тăсрĕ Римма. — Кай кунтан...
— Юрĕ-çке, кайăп, кайăп... Ман паян Шупашкара çитмелле...
— Санăн унта та пур-тăр-ха пĕр-пĕр ачаллă инке... Асту!..
— Ан перкелеш кирлĕ мара, Римма... Çилленетĕп...
Медпунктри çак тӳрккесрех калаçу хыççăн Микулайăн кăмăлĕ нумайччен пăлханса çӳрерĕ. Шупашкара кайма тухсан та, хулана çитсен те вăл хăвăртах лăпланаймарĕ. Эсĕ çынна ырă тăвас, инкекре пулăшас тенĕ утăм, ав, епле çаврăнса тухать иккен. Римма тесен... Римма та ăнланаймасть... Ыттисем вара?..
Паллах, усал куç — пăхăр куç, йĕкел куç, пулă куçĕ — сăнăн пархатарлă ĕçӳнте усаллине кăна курать. Эй тĕнче!.. Çĕр çинче капла пурăнма май çук-çке-ха ĕнтĕ! Юрамасть капла пурăнма!.. Ыррине ырăпах курмалла, усаллине усалпа. Питлемелле усаллине, çул çинчен аяккалла сирмелле!..
Шупашкарта Шангин чи малтан института кĕрсе тухрĕ. Анчах Чумайкин доцента тĕл пулаймарĕ. Иван Андреевич студентсемпе пĕрле институтăн вĕренӳ хуçалăхне тухса кайнă иккен. Çу кунĕсенче çав канăçсăр çынна вĕренпе кăкарсан та кабинетра лартаймăн. Шангин вара кĕнеке издательствине улăхрĕ. Кунта ăна кукшаланма тытăннă кăтрарах пуçлă редактор кĕтсе илчĕ. Калаçма питĕ вашават калаçать хăй, анчах вăл мĕн каланине ăнланса илме йывăртарах: сăмахĕсене çуррине ытла сывлăшпа пĕрле çăта-çăта ярать.
Шангинăн алçырăвне икĕ рецензент пăхса тухнă, «пĕтĕмĕшпе илсен», иккĕшĕ те ырланă, «пысăк проблема», «питĕ кирлĕ ĕç» тенĕ, сăмах май хăшпĕр çитменлĕхсене палăртнă.
Çамрăк агроном рецензисене çавăнтах ларса вуларĕ те сасартăк шухăша кайрĕ. Çук, критиксем кунта тем каласа çитереймен. Вĕсем тата иккĕшĕ те ялхуçалăх институчĕн тăпра тĕпчев кафедринче ĕçлекен доцентсем — наука кандидачĕсем. Çамрăк автора, хăйсен студентне, рецензентсем кирлĕ-кирлĕ мар çĕртех хӳтĕлеме тăрăшаççĕ, ăна вырăнсăр кӳрентересрен сыхланаççĕ. Акă ăçта вĕсем, «институт патриочĕсем»!
Вара Микулай машинкăпа çаптарнă алçырăвне уçкалама тытăнчĕ. Умсăмахне Иван Андреевич Чумайкин çырнă иккен. «Паллах, — тенĕ унта, — çамрăк автор пысăк ыйтăва калăпăшĕпех татса параймасть, анчах вăл çак ыйту пирки питĕ вăхăтлă сăмах хускатать». Ха, мĕн тери вăйлă дипломат эсĕ, Иван Андреевич!
Малалла Микулай тепĕр япала асăрхарĕ: унăн алçырăвне Чумайкин доцент чылай тĕлте хăй аллипе тӳрлетнĕ, хăшпĕр вырăнта страници-страниципех хăйĕн шухăшĕпе сĕнĕвĕсене çыра-çыра кĕртнĕ. Микулая халь ĕнтĕ питĕ аван мар пулчĕ. Хăйне вăл сасартăк темĕнле пĕчĕк ача пек туйса илчĕ. Ăна, авă, «пысăккисем» утма вĕрентеççĕ имĕш. Такăнса ӳксе çамкине мăкăль кăларасран сыхлаççĕ.
«Эх, Иван Андреевич! — хăй ăссĕн кулкаласа шухăшларĕ Микулай. — Кăмăлу ытлашширех те уçă санăн, виçесĕр тарават... Пурне те ырă тăвасшăн çунса çӳретĕн... Пулăшатăн, тăрăшатăн... Çапах та...»
Микулай шухăш вĕçне çитеймерĕ. Иван Андреевич хулара пулнă пулсан, Микулай унпа куçа-куçăн калаçĕччĕ. Малтан тав тăвĕччĕ ăна — ырă пулăшушăн, ăшă сăмахшăн, унтан... унтан кăшт ӳпкелесе те илĕччĕ. «Эсир хăвăрăн студентăр пулнă йĕкĕте тивĕçлипех хисеплесен, — тейĕччĕ Микулай, — унпа ачалла селĕп чĕлхепе мар, чăн-чăн çитĕннĕ çын чĕлхипе пат тӳррĕн сăмахлăр!» Анчах Иван Андреевич хулара çук, нимĕн те тăваймăн, ялтан çыру çырса пăхсан кăна...
Хăйĕн Дипломлă ĕçĕнче мĕн çитменнине Шангин халĕ, пурнăç тути-масине кăшт тутанса пăхнă хыççăн, хăех лайăх курать. «Тăпра юхăннине чарасси»... Вĕренмелĕх çырнă япала. Малтанхи васкавлă сăнавсем, васкавлă пĕтĕçтерӳсем. Ăшăх сухаласан, тăпра шывпа та хытăрах юхăнать, çилпе те нумайрах вĕçсе-тусăнса пĕтет. Унăн дипломлă ĕçĕ те халлĕхе çавнашкал «ăшăх суха».
Шангин колхоза ĕçлеме тухса каяс умĕн çирĕп картса хунăччĕ: чăн-чăн агрономăн тăпра эрозийĕ çинчен кăна мар, «чун эрозийĕ» çинчен те шухăшламалла. Унашкал чир сахал мар тĕл пулать-ха, сахал мар!..
— Алçырăвне эпĕ каялла илме шутлатăп, — терĕ Шангин редактора. — Васкамăпăр... Халлĕхе ку япала — ача вăййи кăна...
— Чимĕр, — умĕнчи папка çине икĕ аллине те лап хучĕ редактор. — Епле ача вăййи? Эпир ăна чăвашла куçарнă... Рецензисем çыртарнă...
— Чăвашлине те тавăрса пама ыйтатăп, — кăшт чăрсăртараххăн хушса хучĕ Шангин.
— Пултараймаспăр, — терĕ редактор. — Эпир ку алçырăвĕпе питĕ нумай ĕçленĕ... Мĕн чухлĕ тăкак патшалăха!..
— Анчах эпĕ тин çеç ĕçе тытăннă-ха, — пĕр курнăçланмасăр хуравларĕ çамрăк агроном. — Пурăнса пăхар, ĕçлесе пăхар, мĕн юсамалли-хушмалли хăех курăнĕ. Çĕнĕ материал пухăп... Çĕнĕ тĕслĕхсем...
— Срокĕ, срокĕ хăçан? — хăйĕнни çине тăрать редактор. — Вăраха тăсас марччĕ... Унсăр пирĕн план пуçхĕрлĕ вăркăнать. Теми те питĕ кирлĕ тема... Эрози...
— Çапла, вăраха тăсас марччĕ, — килĕшрĕ çамрăк автор. — Эрози — хăрушă япала...
Кĕнеке издательствинче ĕç çакăн пек татăлни Микулайăн пăлханнă кăмăлне самаях лăплантарчĕ. Чăн та, ăçта-ха унта кĕнеке кăлармалăх материал? Колхозра хăй тĕллĕн пĕр уйăха яхăн ĕçлесе пăхнă хыççăн çамрăк агроном «эрози ыйтăвне» тарăнрах илмеллине курчĕ. Студентăн практикăри сăнавĕсем вĕсем — тĕпренчĕк кăна. Уруков калашле, тĕшши сахал, кипекки ытлашшипех.
Ан тив, Шангин халлĕхе колхозра нимĕнех те туса ĕлкĕреймен пултăр, анчах вăл нумай япалана ăнланчĕ. Чи кирли — пур ĕçе те чунпа тытăнмалла. Чунпа ĕçлетĕн — чул çинче те тулă ӳстеретĕн. Пĕр тытăнсан, каялла ан чак, аяккалла ан пăрăн, ĕмĕтленнĕ ĕмĕте тем пулсан та çит! Сăмсаран юн кайтăр — эс малаллах ăнтăл! Сана çул çинче такăнтаракансем те, усал сунакансем те, сиен тăвакансем те тупăнĕç, эсĕ нимрен те ан хăра, никама та ан парăн!..
Микулайăн Шупашкарта паян пĕр ĕç те ăнмарĕ-ха. Институтра кирлĕ çынна тĕл пулаймарĕ. Юлашки курссенчи студентсем, вĕренсе пĕтерсе, алла диплом илнĕ те колхозсене ĕçлеме кайнă. Кĕçĕн курссем экзаменсем тытаççĕ, вăтаммисем — практикăра. Кĕнеке издательствинчен те Микулай, тĕрĕссипе, нимсĕрех тухрĕ. Ăна хăйĕн клеенка хуплашкаллă тетрачĕсене çеç тыттарса ячĕç чăвашла куçарнă алçырăвне памарĕç. «Патшалăх тăкак тӳснĕ» имĕш. Çапах та малтанхи ăнăçман ĕçсемшĕн Микулай пăшăрханмарĕ. Пĕтĕм пурнăç — умра!..
Кĕнеке издательствинчен тухсан, вăл Карл Маркс урамĕпе тӳрех анаталла уттарчĕ. Шупашкартан кайнăранпа уйăх та иртмен-ха, анчах хула питĕ улшăннă пек туйăнать. Ĕнтĕ аслă урамсене кăна мар, кĕçĕннисене те, авалхи ансăр тăкăрлăксене те йăлтах тикĕслетсе асфальт сараççĕ. Хăлтăр-халтăр йывăç çуртсене сӳтсе, хула тулашнелле куçараççĕ. Вĕсен вырăнне речĕпех пысăк чул çуртсем купала-купала лартаççĕ. Ăçта пăхнă унта — пĕлĕтелле кармашнă çӳллĕ крансем. Вĕсене пĕр çĕре пухсан, сĕм вăрман пулĕччĕ.
Урамра икĕ енĕпе те вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшет. Пурте шукăль тумланнă. Уйрăмах хĕрупраç. Пăхатăн та, куç алчăрать. Акăш-макăш чечеклĕ çипуç. Нейлон та капрон, перлон та лавсан... Калăн, пĕтĕм хими пирĕн хитре хĕрсемшĕн тăрăшать. Хăшпĕр пикисем, çӳçĕсене йĕтĕн сӳсĕнчен те хытăрах шуратса, пуç тӳшше утă капанĕ пек купала-купала лартнă.
Ĕç вăхăчĕ. Урамра çынсем лăк-тулли. Вĕсене куратăн та хулара никам та ĕçлемест, пурте парксемпе çăка аллейисен сулхăнĕнче уçăлса кăна çӳреççĕ тесе шутлатăн. Анчах апла мар тăр-çав. Хула çĕрле те çывăрмасть. Пин-пин çын фабрикăсемпе заводсенче каçхи сменăра ĕçлет. Кăнтăрла вĕсем канаççĕ, уçăлса çӳреççĕ. Атăл леш енне каçаççĕ. Тен, тӳр пилĕксем те çук мар-тăр вĕсен хушшинче... Ялти пекех, хулара та тĕрлĕ çын пурăнать. Хула йышĕ ĕнтĕ ялтинчен нумай пысăкрах, çавăнпа ĕçсĕр янкамассем те кунта ытларах пулма пултараççĕ.
Çук-ха, Микулайăн халь ун çинчен шухăшлас килмест. Ăна тĕп хуламăр куç умĕнчех улшăнни, çĕнелни, капăрланни, илемленни савăнтарать. Хула улшăннă май, çынсен сăн-сăпачĕ те улшăнать, тасалать, çуталать. Микулай аслă урампа малтан малалла утать. Сăнать, шухăшлать. Утнăçемĕн ун куçĕ тĕлне хитререн те хитререх хĕрсем киле-киле тухаççĕ. Вĕсене хăй ăссĕн вăл ырă сунса, телей сунса ăсатать. Хитре сăн-сăпатлă çын çĕр çинче хитре кăна пурăнма тивĕç...
Шангинăн республикăри «Сельхозтехника» кантурне кĕрсе тухмалла, унтан вĕсен базине çитмелле. Шупашкара тухса килес умĕн колхоз механикĕ Иван Ермолаевич «ăна комбайнсемпе тракторсем валли запаслă пайсем пăхма хушрĕ, списокне те çырса пачĕ. Алшăлли вăрăмĕш хут.
— Çырмалли татах та пур, — терĕ механик, питĕнчи тарне пиншак çаннипе шăлса. — Чи кирлĕ пайсем...
— Мĕнлисем-ши? — пĕлесшĕн пулчĕ агроном.
— Кунта хăшпĕрисен пуçне улăштармалла, — пĕр кулмасăр хуравларĕ механик, хăйĕн çамкине шаккаса кăтартса. — Калăпăр, Кариньков пеккисен... Хатар таврашĕн...
Агроном кулса ячĕ. Колхоз механикĕ хăйĕн шӳтлĕ сăмахне яланах çапла кĕтмен çĕртен пат çавăрса хурать. Хăй нихçан та кулмасть.
— Çук-тăр çав, кун пек ĕçре «Сельхозтехника» пулăшаймĕ, — терĕ агроном, пуçне пăркаласа. — Вĕлтрен милĕк пăсмĕччĕ!..
Вĕлтрен милĕк тенĕрен, вăл ялта кăна мар, хулари хăшпĕр пуçлăх валли те питĕ кирлĕ, «Сельхозтехника» кантурĕнче колхоз механикĕн вăрăм списокне алла та тытса пăхмарĕç.
— Мĕн эсир куç уçăлман кушак çури пек пăн-пан перĕнкелесе çӳретĕр? — терĕç кунта çамрăк агронома. — Мĕнпур запаслă пайсене эпир «Сельхозтехникăн» районти уйрăмĕсене ярса паратпăр. Унта шырăр, унта туянăр.
— Çук-çке-ха районта, çук! — вĕриленме тытăнчĕ Шангин. — Тепĕр чух сирĕн базăра чи кирлĕ пайсем тĕрлĕ ăпăр-тапăр айĕнче йăваланса выртаканччĕ.
Микулай кунта хăй сăмахне мар, Иван Ермолаевич сăмахне каласа хучĕ. Именнипе хайхи хĕрелсе кайрĕ.
— Тĕлĕнмелле! — терĕ сĕтел хушшинчи куçлăхлă çын. — Эсир, хисеплĕ юлташ, çамрăклах базăсем тăрăх йĕрлесе çӳреме хăнăхнă пулас... Каплах çӳресен, инçете кайма пултаратăр... Инçете... Инçете...
Çапах та базăна çитмесĕр Шангин тӳсеймерĕ. Юрать-ха, ӳркенмерĕ вăл. Ахаллĕн колхоза пушă алăтпах таврăнатчĕ. Складри ăпăр-тапăр хушшинче Микулай вĕрçĕнĕ ещĕксем курах кайрĕ, «Маяк» колхоз ячĕпе агрохими лабораторийĕ валли Мускавран ярса панă хатĕрсем эрне каярах çитнĕ иккен. Кун çинчен колхоза пĕлтермен. Темшĕн-çке тата «Союззооветснаб» вĕсене «Сельхозтехника» кантурĕ урлă ярса панă. Е чугун çул çыниисем пăтраштарнă-ши? Çул çинче унашкал мыскарасем час-часах пулаççĕ.
— Юрĕ, капла та аван, — терĕ агроном, — питĕ вăхăтлă!.. Анчах паян илсе каяймастпăр. Машина çук. Ырансене юри килĕпĕр.
Май килнĕ чух вăл Иван Ермолаевич списокĕнче кăтартнă хăшпĕр запаслă пайсене те тупса тухрĕ. Вĕсене хаçатпа чĕркесе рюкзака чикрĕ те институт общежитийĕ патнелле хăпарчĕ. Ăннă чух чиперех ăнать вăл ĕç-пуç тени!.
Общежитире, пĕр пĕчĕк пӳлĕмре, Униççе аппа пурăнать. Çуртра пĕр чĕрĕ чун çук пулсан та, Униççе аппа яланах хăй вырăнĕнче. Вăл — техничка, «швейцар», хуралçă. Тĕлĕнмелле çын Униççе аппа. Институтран вунă-вунпилĕк çул каярах вĕренсе тухнисене те, халь вĕренекеннисене те вăл сăнран паллать, ятран пĕлет. Кашнинех, тăван ывăлне кĕтсе илнĕ пек, кĕтсе илет.
— Ай-уй, Микулай килнĕ-çке! — терĕ вăл, Шангина коридорта аякранах палласа. — Тем, пит йывăр кутамкка йăтнă. Çула пуçтарăнатăн-им?
— Колхоз валли кучченеç, Униççе аппа, — кулкаласа хуравларĕ Микулай. — Вăхăтлăха сан патна кĕрсе хурасшăнччĕ...
— Э-эй, ара, мĕн калаçмалли! Хур, хур... Эп кунтах пулатăп.
Микулай общежитире нумай тытăнса тăмарĕ. Хулана килнĕ-килнех ĕнтĕ унăн магазинсене те кĕрсе пăхас килет.
«Çак Униççе аппапа Кĕтерук кинемин тем пĕр пекки пур, — хăй ăссĕн шухăшласа илчĕ Микулай урампа утнăçемĕн. — Çеçпĕл каларăш, чăваш арăмĕсем... Хутне те лайăххăн вĕренеймен вĕсем... Культура тивлечĕ тенине те тутанса пăхайман... Çапах та мĕн тери пысăк тараватлăх вĕсен чĕринче! Мĕн тери ырă кăмăл!.. Мĕн тери пархатарлăх, çынлăх!»
Микулай, универмага çитсе, Кĕтерук кинемипе Униççе аппа валли парнелĕх пĕрер тутăр илме шут тытрĕ. Пĕр-пĕринчен инçетре пурăнсан та, ан тив, вĕсен пуçĕнче иккĕшин те пĕр пек тутăрсем пулччăр. Ан тив, çав тутăрсем куçа курăнми тӳлĕмпе вĕçе-вĕçĕн çыхăнса тăччĕр. Çавал шывĕ Атăл шывĕпе пĕрлешнĕ пек.
«Чим, анне валли те парне туянас, — аса илчĕ Микулай магазин алăкĕ умĕнче. — Виçĕ карчăкăн пĕр пек тутăр пултăр. Епле маннă-ха эпĕ тăван аннене? Тырă вырма тухиччен хам çуралнă яла кайса курмаллах пулать. Пушă алăпа аван мар...»
Универмага кĕрсен, Микулай тӳрех тутăр таврашĕ сутнă çĕре пымарĕ, магазинăн икĕ хучĕпех пăхса çаврăнчĕ. Уйрăмах ăна хатĕр тумтирсем илĕртрĕç. Микулая ĕнтĕ унта-кунта тухса çӳреме сумлă костюм кирлĕ. Хĕллехи пальти те питĕ кивелнĕ, арки шерепеленсех тăрать. Çулла çуна хатĕрле тенине манмалла мар çав. Укçи пур-ха унăн. Колхоз леш «подъемнăй» текеннине тӳлерĕ, кĕçех пĕр уйăх ĕçленĕшĕн шалу тухмалла. Костюмĕпе пальтине паянах туянмасан та, пăхса хуни пăсмасть.
Костюм хыççăн костюм виçет Микулай, пальто хыççăн пальто. Пĕри тепринчен ятуллăрах. Пурне те çĕнĕ модăпа çĕлетнĕ. Тумланас тесен, питĕ шукăль тумланма пулать ĕнтĕ. Шел, кăшт хаклăрах. Ытла йӳннине Микулайăн туянас килмест, хакли валли — укçи хĕсĕкрех.
— Юрĕ, ĕлкĕрĕпĕр-ха... Тавтапуç! — терĕ вăл, костюмсем сутакан чиперкке хĕр патĕнчен пăрăнса.
Анчах малалла пĕр утăм та ярса пусаймарĕ, пăчă магазинта йĕп-йĕпе тара ӳкнĕскер, вырăнтах шăнса хытрĕ. Ун умĕнче Шура Шугаева тăра парать. Лешĕн те кушакăнни евĕр симĕс куçĕсем сасартăк чарăлса кайрĕç. Пĕр кĕтмен тĕлпулу.
— 0, Николай! Коля! — сцена çинчи пек, кĕç тăнсăр пулса ӳкенçи янкăштарса ячĕ Шура ачаш сассине. — Хăçантанпа курма-а-ан!..
Микулай ним шарламасăр пăрăнса кайма тăчĕ. Шура ун çулне пӳлчĕ.
— Çилленме кирлĕ мар, Коля, — чĕвĕлтетме тытăнчĕ чиперкке хĕрарăм. — Эпир туссем пулнă....
— Пулнă-тăр... — мăкăртатса илчĕ Микулай, хăйĕн çунакан хура куçĕсене Шурăран тартса. — Астăваймастăп...
Микулай каллех Шурăран пăрăнса кайма тăчĕ, анчах лешĕ каллех ун çулне пӳлчĕ. Çакна çывăхри пĕр-икĕ майра лайăхах асăрхарĕç, хайхи сăнамалăх мăйĕсене хитре пикепе каччă еннелле чăхсем пек чалăштарчĕç. Чее Шура вара сăмахне урăх çĕрелле çавăрчĕ.
— Уй-хир сывлăшĕ питĕ усăллă сана, Николай, — йăл та йăл кулкаларĕ Шура. — Епле хытă пиçнĕ хĕвелпе!.. Крымпа Кавказра та кун пек хитре тĕс кĕрес çук.
— Крымпа Кавказ пире валли мар, — сиввĕн тавăрчĕ Микулай.
— Ах, Коля, эс çаплах çилленетĕн, — шăнкăрч сассипе кулса илчĕ Шура. — Крымпа Кавказсене каясси кăçал пирĕн те пулаймарĕ... Игорь мана отпуск укçипе мутон кĕрĕк туянса парас терĕ, — пĕр намăса пĕлмесĕр мухтанма тытăнчĕ хайхи çак чиперкке, ун «юррине» вара Микулай «интересшĕн» вĕçне çитиех итлесе пăхма шутларĕ: — Тĕлĕнмелле çын — ман упăшка! — терĕ чиперкке. — Эп сире паллаштарам-ха. Ав унта вăл, черетре тăрать. Кĕрĕкĕсене складран илсе хăпартайман-ха. Кĕçех хăпартмалла... Игорь!... Игорь!.. — пĕтĕм зал урлă янкăштарса кăшкăрчĕ Шура — Игорь, кил-ха кунта!.. Игорь!..
Шангин черет еннелле çаврăнса пăхрĕ: унта ытларах хĕрарăмсем тăраççĕ. Вĕсен хушшинче Микулай сарлака хул-çурăмлă, сарă кăтра çӳçлĕ арçынна тӳрех уйăрса илчĕ. Тĕрĕссипе, Микулай куçĕ тĕлне çав арçыннăн сарлака хул-çурăмĕпе сарă кăтра çӳçĕ те мар-ха, чи малтан унăн пуç тӳпинчи çап-çутă çаврашки лекрĕ. Слон шăмминчен якатса тунă бильярд шарне кĕртсе лартнă тейĕн Шура упăшкин пуç тӳпине. Пĕр сăмахпа, чăн тӳперен кукшаланма тытăннă çав этем...
Унччен те пулмарĕ, Шурăпа Микулай патне питĕ кĕрнеклĕ арçын пырса тăчĕ. Мăнттай кӳлепине кура мар хăй çав тери çăмăл уткалать.
— Паллашăр, — халь-халь ирĕлсе каясла ейĕлсе илчĕ Шура. — Ку — манăн студент чухнехи юлташ, Николай Шангин... Спорт ăмăртăвĕсенче яланах пĕрлеччĕ... Ку — ман упăшка, Игорь... Йăл та йăл кулать Шура, кулнă май çăварĕнче икĕ енчен шĕвĕркке икĕ асав шăл туха-туха ларать. Çăткăн!..
Шангин çак камите текех тӳссе тăраймарĕ.
— Ăшаласа çи хăвăн кукша упăшкуна! — терĕ те вăл çӳлти хутран аялти хута вăркăнчĕ. Хыçалта Шура упăшки: «Что такое? Ничего не понимаю, Шурочка!» — тени çеç илтĕнсе юлчĕ.
Микулай хăй парнелĕх илме ĕмĕтленнĕ пуç тутрисене те илеймерĕ, «Урăх магазинта туянăп, — терĕ вăл, — ан тив, кунта мутон кĕрĕк патне вĕсем черет тăччăр! Вĕсем — хăйсене тĕнче илемĕ тесе шутлакансем!»
Çамрăк агрономăн çурăмне пиншак витĕрех тар тапса тухнă иккен. Пичĕ тăрăх та шăпăртатсах тар юхать. Хăйĕнчен хăй йĕрĕнчĕ Микулай, малтанхи самантра ниçта кайса кĕме аптăрарĕ.
«Тăмсай! — терĕ вăл юлашкинчен хăйне çамкаран çапса. — Шыва кайса кĕмелле!.. Шупашкара килнĕ пек чух епле-ха Атăл хĕррине анса курмăн?»
Вăл питне-куçне сăмса тутрипе шăлкаларĕ те Атăл хĕрринелле уттара пачĕ. Çапах та магазинта тарăхни хăвăртах иртеймерĕ.
«Хитре, — шухăшлать çамрăк агроном, çăка речĕсен сулхăнĕпе анаталла утнă май. — Шура халь те питĕ хитре... Магазин витринине кăлар та тăрат... Чĕрĕ манекен!.. Çиĕнче темĕнле питĕ çӳхе кофта... Йăлтах витĕр курăнать... Пăхма та именмелле... Хĕрлĕ кешемиртен çĕлетнĕ ансăр юбки çинçе пилĕкĕпе тăпăлкка тулли ӳтне сывлăш тухмалла мар таччăн пăчăртаса тăрать... Пĕр сăмахпа, унăн мĕнпур тивлечĕ — урамра, çын куçĕ умĕнче».
— Намăссăр! — сасăпах вăрçать Микӳлай. Иртсе пыракан çынсем ун çине кăна пăхаççĕ, е сыпнă, е ăсран тайăлнă теççĕ пулас.
Микулай ăна-кăна асăрхамасть, хăй шухăшĕпех суйланса утать. «Чунне мар, чи малтан сăнне куратпăр, — тет вăл. — Сăнĕ илемлĕ — самантрах ирĕлме тытăнатпăр. Эх, мĕн тери суккăр пулнă эс, Шанкă Микулайĕ! Хитре сăн-пит витĕр хура çĕлен чунне курма пĕлмен. Çавна пула...»
Мĕн «çавна пула»?.. Шухăша кунтан маларах ирттерме шикленчĕ Микулай.
Анчах кам пĕлмест-ха ун шухăшне? «Çавна пула» паян Çавал хĕрринче пĕр мĕскĕн чун хĕн курса пурăнать, «çавна пула» Микулай хăй те лăш курмасăр асапланать. «Суккăр пулнă...» Тĕрĕсех çав! Чунĕпе те, сăнĕпе те чăн-чăн илемлĕ хĕре Микулай вăхăтра уйăрса илеймен. Кăмăлланă çав хĕре, туртăннă ун патнелле, çапах та... пуç мими тахăш мăкăлĕпе ăна «ял хĕрĕ» тесе шутланă. Николай Шангин хăй хула каччи имĕш. Эх, айван, айван!.. Халь, акă, чавса кукрашки çывăх та çавăрса çыртма çук.
Хăй илме ĕмĕтленнĕ виçĕ парнене Микулай площадьри пусма-тавар магазинĕнче туянчĕ. Мăкăнь вăрри сапнă пек пăчăр-пăчăр вĕтĕ тĕрĕллĕ шурă патис тутăр Микулайăн амăшне те, Кĕтерук кинемие те, Униççе аппана та питĕ килĕшмелле.
Атăл хĕррине çитеспе Микулайăн кăмăлĕ лăпланчĕ. Универмагри тĕлпулу ăна ĕнтĕ путишле мыскара пек кăна туйăнать. Яла таврăнсан, кун çинчен вăл, акă, Ермолаева е Урукова кула-кулах каласа кăтартĕ.
«Урамра вăтăр градуса яхăн вĕри, вырăн-вырăн асфальт шăранать, пуç тӳпи яп-яка кукшаланнă ватă инженер хайхи хăйĕн çамрăк арăмĕ валли мутон кĕрĕк туянать. Арăмĕ теме те çук-ха ăна, çав çеçтехе. Хĕрĕ тесен — татах хăть. Упăшкинчен вăл, тупата, пĕр çирĕм пилĕк çул кĕçĕнрех. Тупăннă мăшăр!..»
Çук, çук! Çĕлен пек авкаланакан çинçе пилĕклĕ хура хĕр ятне Николай Шангин тек ĕмĕрне те асăнмĕ. Ан тив, çунса кĕллентĕр вăл каçса иртнĕ малтанхи юрату кĕперĕ!.. Анчах пулнă-ши вĕсен хушшинче юрату? Чăн-чăн юрату вырăнне ĕмĕтре «куç ултавĕ» кăна янкăрланса çуталман-ши? Тем пулсан та, хăйне ĕнерхи кунпа çыхса тăнă пăява Микулай ĕнтĕ яланлăха касса татрĕ. Иртнĕ кунăн çути çук, ăраскална унта ан шыра, пурĕпĕрех тупаймастăн... Малалла лайăхрах тинкер!..
Атăлăн чăнкă çыранĕпе таçта çитиех шурă карлăк чĕнтĕрленсе-эрешленсе каять. Кунтан кунĕн-çĕрĕн çын татăлмасть, Микулай та самантлăха чарăнса тăчĕ. Чавсипе карлăк çине тĕренсе, куçĕпе Атăл анлăшне ытамларĕ. Ĕмĕр пăхса тăр — пăхса тăранаймăн. Анчах Микулайăн Атăл ырлăхĕпе киленесси вăраха пымарĕ.
Таçта аялта, грузсем тиекен пристань тĕлĕнче, çынсем кăшкăрашни илтĕнет. Ытти сасăсем хушшинче уйрăмах икĕ сасă хытă янрашать — хĕрарăм сассипе арçын сасси. Микулай çавăнталла тинкерсе пăхрĕ. Кĕпĕрленсе тăнă халăх хушшинче малтанах нимĕн те уйăрса илеймерĕ.
Пристань çывăхĕнчи асфальт сарнă çул çинче пĕр грузовик ларать. Çуйхашакан çынсенчен пилĕк-ултă ухăмра кăна. Пăхать хайхи Микулай: грузовик кабини çумĕнче палланă шофера курах каять. Ара, ку «Маяк» колхозăн «ГАЗ-51» машинипе çӳрекен шофер Арманов-çке-ха! Питĕ аван! Çула май лаборатори хатĕр-хĕтĕрне те тиесе кайма пулать. Анчах Армалов Шупашкара хăçан тухса килнĕ-ха? Кун çинчен Микулай епле-ха нимĕн те пĕлмен? Юрĕ-çке, лаборатори ещĕкĕсене пурпĕрех хурса каять вăл!..
Шангин чăнкă çырантан пуçхĕрлĕ вăркăнасла чупса анчĕ те тӳрех Арманов патне пычĕ.
— Киле хăçан каятăр? — ыйтрĕ вăл, сывлăшне аран çавăрса. — Ман кăшт япала пурччĕ... Хурса каймалли...
Шофер нимĕн те чĕнмерĕ, чалăшшăн кулса илсе, лере кĕпĕрленсе тăракан çынсем еннелле пуçне сĕлтрĕ.
— Мĕн вара унта? — тĕлĕнчĕ Микулай.
Çывăхарах пырса пăхсан, вăл акă мĕнле «спектакль» курчĕ. Çитменнине тата кун пек çĕрте «спектакль» пуçланнине, унăн «сюжечĕ» мĕнле çивĕчленсе пынине ăнлантарса паракансем те хăвăртах тупăнаççĕ. Пĕтĕм «картина» хайхи ал тупанĕ çинчи пек курăнакан пулать.
Паян ирхине кăвак çутăллах Ăçтиçук-Таçукпа Шĕшлĕ Çеменĕ Шупашкар пристанне колхоз грузовикĕпе çĕрулми тиесе килнĕ иккен. Çĕрулмине вĕсен Атăл тăрăх анаталла ăсатмалла. Çĕрулмийĕ, паллах, Шĕшлĕ Çеменĕн мар-ха. Вăл кунта тарçă вырăнĕнче кăна çӳрет. Ăçтиçук-Таçукăн шанчăклă тарçи. Лешĕ хăй хĕрарăм пуçăн инçе çула тухса çӳреме çапах та шикленерех тăрать. Ячĕ те ырах мар. Хăй вырăнне вăл Шĕшлĕ Çеменне ăсатать: çĕрулмийĕ — Ăçтиçук-Таçукăн, çулĕ — Шĕшлĕ Çеменĕн. «Разделение труда!» — тенĕ пулĕччĕ кунта пĕр-пĕр йĕкĕлти чĕлхеллĕ экономист. Паллах, Шĕшлĕ Çеменне пайти те самаях тухать.
Тата шухăшлăр-ха: вăхăтне мĕн тери мехеллĕ суйласа илнĕ Ăçтиçук-Таçук! Çынсен ĕнтĕ пĕлтĕр лартса тунă çĕрулми пĕтнĕ. Çисе янă ăна. Çĕнни ӳссе ĕлкĕреймен-ха. Лăп та шăп çак вăхăтра Ăçтиçук-Таçук хăй пахчинчи тарăн шăтăка уçать. Унта çĕрулми (типĕ улăм айĕнче), ĕнер хунă пекех, чĕп-чĕррĕн упранса выртнă-мĕн. Атăл анатĕнчи çынсем валли «хаклă кучченеç»!
Хаклă çав, чăннипех хаклă! Çав кучченеçшĕн Ăçтиçук-Таçук кирек камăнне те чĕрĕллех тирне сӳсе илме хатĕр.
Анчах пристань патĕнчи харкашу мĕнрен пуçланнă-ха?
Сăлтавĕ акă мĕнре иккен. Çĕрулми тиекен грузчиксен эртелне, кантур урлă нарядпа тӳленисĕр пуçне, Ăçтиçук-Таçук кайран, тиесе пĕтерсен, «хутсăрах» тӳлĕп тесе сăмах панă. Мĕн чухлĕ тӳлессине татса каламан. «Кӳрентермĕп», — тенĕ кăна, пăхăр укçа пек куçĕсене чеен выляткаласа. Лешсем килĕшеççĕ. Çĕрулмине хăвăрт çеç пăрахут çине тиеççĕ. Ĕнтĕ, акă, юлашки ик-виçĕ михĕ юлнă.
— Ну, чипер инке, мĕнле? — ыйтать хайхи грузчнксенчен аслăраххи, эртел пуçĕ. — Эпир хамăрăн юлташа хулана чуптарасшăн... Аттуш магазинсене кăнтăрлахи апата хупаççĕ... Ĕшеннĕ хыççăн пире те сиплĕх кирлĕ...
— Пулать, пулать — хăпарса çитнĕ чуста евĕр пăшăлтатса илет Ăçтиçук-Таçук. — Эсир тиесе пĕтерĕр...
— Парас укçана... — вăраххăн тăсать сăмахне эртел пуçĕ, — памаллах, пирĕн те илмеллине — илмеллех. Ан тархаслаттар, асту, чипер инке!
Акă унăн çурăмĕ хыçĕнчи «ĕнерчĕк» çине юлташĕсем юлашки миххе йăтса хураççĕ. Йывăр çĕклемпех вăл «чипер инке» умне тепĕр хут пырса тăрать. Хальхинче эртел пуçĕн куçĕсем ыррăнах та мар ялкăшаççĕ.
— Кулянмалла ан пултăр, чипер инке! — тет вăл, сăмахне шăл витĕр пăтăртаттарса. — Хушса тӳлемесен, пĕтĕм паранкуна каялла кăларса ывăтатпăр!
Ăçтиçук-Таçук вара арçын куçĕнчен темĕнле контейнер хыçне пытанать те чăлха кунчинчен виç тенкĕлĕх хут укçа кăларать.
— Мейĕр, мана ырăпа асăнса хăналанăр! — тет вăл, кĕтсе тăракан эртел пуçне шупка симĕс хут татăкĕ тыттарса.
— Эсĕ мĕн? — сасартăк кăшкăрса ярать лешĕ. — Мăшкăллас терĕн-им? Ха, эс ăна! Ултă çынна — виç тенкĕ! Ырă тăвать имĕш! Çу-ук!.. Шали-и-иш!
Эртел пуçĕ, ниçта кайса кĕрейми тарăхнăскер, çурăмĕ çинчи миххе çӳлерех çĕклет те çаплипех асфальт çине кĕрслеттерет. Михĕ çыххи татăлса каять, çĕрулми тĕр-пар аяккалла вăркăнать. Чи шултра улмисем, темĕнле сехрисем хăпнă чĕрчунсем пек, хăвăртрах тарса хăтăлма васкаççĕ тейĕн — ушкăнĕпех çырантан шывалла сикеççĕ.
Шĕшлĕ Çеменĕ хыпăнса ӳкет. Асфальт тăрăх упăтелле упаленсе, вăл шывалла «таракан» çĕрулмисене икĕ аллипех хупăрласа илме хăтланать. Аллисем вă-ă-ăрăм хăйĕн, вăрăм та кукăр!
— Тыт! Тыт! Ан тарт! — йытта вĕслетнĕ пек вĕслетеççĕ кĕпĕрленсе тăракан çынсем.
— Хăвала!.. Хăвала!..
— Шыва сик! Паранку тарăнах путман!..
— Сик хăвăртрах!
— Ак тамаша! Хыткукартан паранки те тарать. «Камит» курма пухăннă халăх ĕрлешет, çухăрашать, ахăрашать.
Шăпах çав самантра пырса çитрĕ те ĕнтĕ Николай Шангин тавар тиекен пристань умне. Шĕшлĕ Çеменĕ асфальт тăрăх упаленнине курсан, Микулая малтанах питĕ намăс пек туйăнчĕ. Тем тесен те, Семен Шишликов — «Маяк» колхоз çынни. Николай Шангин — «Маяк» колхоз агрономĕ. Шĕшлĕ Çеменĕ тĕнчене култарса çӳрет. Этем сăнне çухатса, упăтелле упаленет. Мĕншĕн? Хатар ырлăх-пурлăхĕшĕн. Хăрхăм чун, чура чунĕ!.. Эх, аçа çапманскер!..
Вăл, тепле тăрăшрĕ пулин те, харама кайнă пĕр михĕ çĕрулмине çăлаймарĕ. Атăл тăвайккийĕ ытлашши чăнкă çав. Ним тума аптăранă Çемен, чĕркуççи çинчен тăмасăрах пуçне çӳлелле — хĕвел патнелле, çынсем еннелле çĕклерĕ. Унăн тусанлă пичĕ тăрăх пăтранчăк хура тар юхать. Шăшинни евĕр пĕчĕкçĕ куçĕсем мăч та мăч хупăна-хупăна илеççĕ. Мĕскĕн, сасăсăр ĕсĕклесе макăрать тейĕн. Анчах Микулая халь ĕнтĕ Çемен пичĕ тăрăх тар мар, хура куççуль йĕпресе юхнăн туйăнать. Упăте куççулĕ!..
Микулай йĕрĕнчĕ, тарăхнипе унăн пĕтĕм ăш-варĕ пăтранса хăпарчĕ. «Йĕксĕк!» — терĕ вăл, Çемене хăй ăссĕн питлесе.
Ку вăхăтра Ăçтиçук-Таçук çаплах грузчиксен эртелĕпе харкашатчĕ-ха.
— Ĕмĕтсĕрсем эсир! Пилсĕрсем! — кăшкăрашать вăл, пĕчĕк чышкипе йĕри-тавралла юнаса. — Эсир мана, хĕрарăм тесе, тăр-кăнтăрлах çаратасшăн! Ха, хупăрласа илнĕ! Шуйттан картинчен чĕрĕ пуçăн хăтăлса та тухаймăн... Çу-ук!..
— Намăс çук сан! — шултра сăмахсем хушса лаплаттарать грузчиксен эртелĕн пуçĕ. — Мăнтăр мăйна хĕрес çакса çӳретĕн пуль-ха?! Ирĕн-каçăн турра пуççапатăн пуль?!.. А ху виçĕ пӳслăх ĕçре те виç тенкĕлĕх улталатăн. Кама? Пире!.. Арçынсене... Тар юхтарса ĕçлекен халăха!.. Кирлĕ мар сан укçу! Чыхăн!.. Анчах та асту, пурăна киле мăйăнти хĕрес çаккипе пăвăнса вилмелле ан пултăр, турă чури!
— Пуçна пултăр! Пуçна пултăр, эсрел пуçани! — Ăçтиçук-Таçук çавăнтах пĕшкĕнчĕ те, арçынсенчен пĕр именмесĕр-вăтанмасăр, кĕпи аркине çĕклерĕ, тынасне салтрĕ, чăлхине антарчĕ, вара виç тенкĕлĕх тепĕр икĕ укçа кăларса, сывлăшалла вирхĕнтерчĕ. — Кӳпĕр!..
Хăй, «шуйттан картинчен» хăвăртрах çăлăнса тухас тесе, тӳрех колхоз грузовикĕ еннелле тулкăшрĕ. Анчах пĕр кĕтмен çĕртен колхоз агрономĕ çине пырса тăрăнчĕ.
— Эсĕ? — чашкăрса илчĕ Ăçтиçук-Таçук. — Ялта та — эсĕ, хулара та — эсĕ. Çичĕ ют!.. Пĕрехмай ман çул çинче!..
— Тăхтăр-ха, Дарья Варламовна, — лăпкăн пӳлчĕ ăна Шангин. — Темех мар... Манăн Шупашкартан ещĕксем хурса каймаллаччĕ. Лаборатори валли... Май пулмасть-ши?..
— Май пулмасть! — пăхăр укçа пек куçĕсене хаяррăн çиçтерчĕ Ăçтиçук-Таçук. — Машина манăн, мана шанса панă... Çула май, Вăрманкассине кĕрсе, кирпĕч тиесе тухмалла... Пушă мар машина, пушă мар!..
Çамрăк агроном çак ăçтиçук умĕнче текех мĕскĕнленсе тăмарĕ, пăрăнчĕ те Атал хĕррипе тăвалла уттарчĕ. Çапах та питĕ тарăхмалла: колхоз председателĕ Сармаев Ăçтиçук-Таçукпа Шĕшлĕ Çеменне Шупашкара çĕрулми тиесе леçме машина парать, кун çинчен агронома нимĕн те шарламасть. Агрономăн Шупашкара çитмеллине те хăй питĕ лайăх пĕлет-ха. Е ытла хăвăрт манать вăл, е... хăй калашле, «склероз аптратать» ăна?!. Халь, акă, лаборатори хатĕрĕсене илме ыран виçмине тепĕр хут машина хăвалăн!.. Председатель çапла пĕрне, Хатар таврашне, ырă тăвать, тепĕрне... тепĕрне мар-ха, шăпах колхоза вырăнсăр тăкак кӳрет. Мĕншĕн? Мĕншĕн-ха хăшпĕр çын ыттисем умĕнче вĕçĕмех ырă пулма юратать? Хăй тивлечĕпе мар, халăх ырлăх-пурлăхĕпе... Çук, ку япалана ахаль хăварма юрамасть! Яла таврăнсанах, колхоз председателĕпе калаçса пăхмалла. Ырă мар капла, ырă мар! Куçăнах каламалла!..
Атăл хĕррипе тăвалла утнăçем Микулайăн пуç мимине темĕнле шухăш та кĕре-кĕре пăтратрĕ, ыраттарчĕ. Шĕшлĕ Çеменĕ упăтелле упаленни, Ăçтиçук-Таçук, пылчăклă чышкипе сывлăша кисретсе юнани, темĕнле кинори пăсăк кадрсем пек, куç умĕнчен кайма пĕлмесĕр вĕлтлетсе тăраççĕ. Пристань умĕнчи харкашура илтнĕ сăмахсем пĕтĕм сăнпите, ӳт-тире усал лĕкĕ евĕр çыпçăнса юлнăн туйăнаççĕ.
Лачкам тара ӳкнĕ Микулай пиншакне хыврĕ те сулахай ал хурсийĕ çине уртса ячĕ, кĕпине пӳрне вĕçĕпе чĕпĕтсе илсе, тарлă ӳчĕ çумĕнчен уйăрма тăрăшрĕ. Капла кăшт çăмăлрах, хĕве çил варкăшĕ пыра-пыра кĕрет.
Шыва кĕмелли вырăнта çын питĕ нумай. Пĕрисем хăйăр çинче хĕртĕнеççĕ, теприсем шывра чăмпăлтатаççĕ. Ытларах — çамрăксем, ача-пăча.
Микулай пушăрах вырăн аран шыраса тупрĕ. Хăвăрт салтăнчĕ. Вара пĕр тăхтаса тăмасăр, тӳрех шыва чăмрĕ. Шыв айĕпе самаях ишсе кайнă хыççăн вăл, çиеле тухса, патвар аллисемпе Атăл анлăшие сарлакан хăлаçласа виçме тытăнчĕ..
«Мĕн тери ырă Атăл ытамĕнче! Çутçанталăк ытамĕнче! Пĕтĕм ӳт кирĕкрен тасалать, пĕтĕм чун усал лĕкĕрен хăтăлать», — шухăшларĕ Микулай, сулмаклăн сиктерекен хум çине месерле выртса.
25
Шупашкартан Микулай хĕвел анас умĕн таврăнчĕ. Чун туртнă йăлине хальхинче те улăштармарĕ: район центрне автобуспа çитрĕ, яла — çуран.
Çавал тăрăхĕпе тин çеç вăйлă çумăр çуса иртнĕ иккен. Шоссе çулĕн икĕ енĕпе кӳлленчĕксем çуталаççĕ. Пĕтĕм ешĕл уй-хир уççăн та çăмăллăн сывлать. Утма кал-кал. Вак-тĕвек шăлтăрмасем тултарнă рюкзак хул-çурăма ытлашши касмасть. Колхоз механикĕ список туса панă запаслă пайсенчен Микулай хулара чи кирлисене тупаймарĕ. Мĕн тăвăн? Çук! Иван Ермолаевич куншăн та савăнĕ-ха. «Яснă-ясмăк», — тейĕ вăл. Лайăх юлташ — Ермолаев механик.
Çавалкас патнелле çывхарнăçемĕн Микулайăн чĕри хăй тĕллĕнех кăртлата пуçларĕ. Ĕнтĕ уншăн çак хӳтĕ кĕтес тахăш енчен çывăх, тахăш енчен тăван...
Эппин, йĕри-тавра тинкеререх пăхсам, агроном: парка тулă калчин черченкĕ çулçисем çинче çумăр тумламĕсем пин-пин çип вĕççĕн витĕрнĕ шăрçа ярăмĕсем пек ярапаланса тăраççĕ. Анакан хĕвел çути çĕр çумĕн ялкăшса шунипе çав шăрçа ярăмĕсем витĕр пĕтĕм таврана ылтăн та кĕмĕл хĕлхем сапăнать.
Çумăр хыççăн хĕвел йамăхса-хĕрелсе ансан, çанталăк йĕпе-сапана каясса, теççĕ. «Ан тив, çумăрĕ çутăр-ха вăл! Çумкурăкĕнчен кăна сыхланмалла, — хăй ăссĕн шухăшлать агроном. — Кун пек усал ӳсентăран ытлашширех те иртĕхекен».
Ывăлне нумайран курманнипе тунсăхлана амăшĕ пек, Кĕтерук кинеми Микулая хапха умĕнче кĕтсе илчĕ.
— Çумăр пусмарĕ-и, ачам? Çумăр пусмарĕ-и? — хыпăнсах ыйтрĕ кинеми.
— Çумăрĕ кунта анчах çунă вăл, Çĕрпӳ леш енче тумлам та ӳкмен, — терĕ Микулай, тĕксĕм хура куçĕсене хаваслăн ялкăштарса. — Кăлăхах пăшăрханатăн, кинеми!.. Эпĕ сахăр катăкĕ мар-çке...
Пӳрте кĕрсен, Микулай Кĕтерук кинемие кĕтмен парнепе тĕлĕнтересшĕн пулчĕ. Кинеми, каçхи апат хатĕрленĕ май, пăлтăрăн-тĕпелĕн ăшталанса çӳренĕ хушăра вăл рюкзакĕнчен хаçатпа чĕркенĕ çыхха кăларчĕ те икĕ тутăртан пĕрне уйăрса илчĕ. Унтан, сулахай аллине хыçалалла тытса, кинеми патне пычĕ. Сылтăм аллипе кинеми пуçĕнчи шупкалнă тутăра пĕр шарламасăр салтса илчĕ, ун вырăнне Шупашкар парнине çыхса хучĕ. Çыхасса ĕнтĕ тирпейлех çыхаймарĕ, çапах та кинемишĕн çав сăпайлă парнепе пĕрле чăн-чăн уяв çитрĕ.
— Ай тур-тур, ывăлăм! — кĕç-вĕç макăрса яраслах хĕпĕртерĕ кинеми. — Ват карчăкшăн пустуй укçа тăкатăн!..
Хăй çавăнтах икĕ чӳрече хушшинчи тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Пӳрте каç ĕнтрĕкĕ çапнăччĕ. Кинеми хăй сăнне тĕкĕр çинче лайăхрах куртăр тесе, Микулай электричество çутса ячĕ.
Мăкăнь вăрри тăкăнса кайнă пек пăчăр-пăчăр вĕтĕ тĕрĕллĕ шурă патис тутăр Кĕтерук кинемие питĕ килĕшет. Çакна кинеми хăй те тĕкĕр çине пĕрре пăхсах курчĕ. Унăн сăнĕ çуталчĕ, куç таврашĕнчи вĕтĕ-вĕтĕ пĕркеленчĕксем халь ĕнтĕ чăннипех хĕвел пайăркисене аса илтерчĕç.
Кинеми тутăра хăй пĕлнĕ пек тирпейлесе çыхрĕ. Пĕр хушă тĕкĕр çине ним чĕнмесĕр пăхса тăнă хыççăн унăн кӳçĕсем-майĕпен икĕ салтакăн сăнӳкерчĕкĕ çине куçрĕç. Икĕ салтак — ашшĕпе ывăлĕ. Вĕсем çирĕм çул хушши ĕнтĕ улшăнми хуралта тăраççĕ. Вĕсем çак кил-çуртăн тăнăçлăхне, тăлăха юлнă кинемин ватлăхне хӳтĕлеççĕ. Кинеми чĕринче çак самантра мĕнле кăмăл-туйăм пăлханса тăнине Микулай ăнланчĕ. Вăл ăна вырăнсăр сăмах чĕнсе чăрмантарас темерĕ. Кун пек чух çынна ăнсăртран кӳрентерме те пулать. Ан тив, ĕмĕрхи хуралта тăракан икĕ салтакпа кинеми хăй ăссĕн, хăй пĕлнĕ пек йӳплетĕр. Микулайăн вĕсемпе, çав икĕ салтакпа, хăйне уйрăм сăмах пур. Вĕсем çамрăк агронома пурнăçра йăнăш утăм тăвасран час-часах асăрхаттараççĕ.
— Пĕр тутăр анчах илтĕн-и вара, ывăлăм? — хурланчăк сасăпа ыйтрĕ кинеми, Микулай еннелле çаврăнса. — Аннӳ валли илмерĕн те-и?
— Апла мар, кинеми, — йăл çеç кулчĕ Микулай. — Пурĕ эпĕ виçĕ тутăр илтĕм. Пĕрне Шупашкарти Униççе аппана парнелерĕм. Ку акă — анне валли.
— Мĕнле Униççе аппа вăл тата? — юриех кӳлешенçи тĕртлетсе илчĕ кинеми. — Ах, эс укçа çунтармăш! Асту, аннӳне çырса пĕлтерĕп!..
— Çу-ук, кинеми! — ахăлтатсах кулса ячĕ Микулай. — Униççе аппа сан пекех ватталла сулăннăскер...
— Эпĕ ватталла сулăннă-и? — халь ĕнтĕ кӳреннĕ пек пулчĕ кинеми. — Çак тутăра çыхсан, тӳрех вунă çул çамрăклантăм та, эс пур — ватталла сулăннă тетĕн. Юрать-и вара апла!..
Куçĕсем хăйĕн кăмăллăн кулкалаççĕ. Хаклă парнешĕн чунтан хĕпĕртет кинеми, хăй ăссĕн Микулая «турă ячĕпе» ырă сунать. Ватă çынна ытлашши айăп тумăпăр, çапах та вăл ырă сунни ырлăхах пултăрччĕ.
Сăмах май, Микулай паянхи хыпар-хăнар çинчен ыйтса пĕлме тытăнчĕ. Нумайлăха та татăлман вăл колхозран: ир кайнă та каç килнĕ. Çапах ăшĕ вăркать, хăйĕн хулпуççийĕ çинче пысăк çĕклем выртнине туять.
— Пĕр кун хушшинче мĕн çĕнни пултăр, ачам! — тĕлĕннĕн хуравларĕ Кĕтерук кинеми. — Тин çеç-ха, çумăр умĕн, Уруков килсе кайрĕ.
— Кунта-и? Петр Иваныч-и? — сасартăк сиксе тăчĕ Микулай. — Мĕн ĕçпе килчĕ вара вăл? Мана ыйтрĕ-и?
— Мĕн ĕçпе килнине лайăххăн ăнланса та юлаймарăм, — терĕ кинеми. — Сана та, ыйтсах ыйтмарĕ. Питĕ кăмăллă пуплет хăй, кулкалать, шӳт тăвать. Паллă, ара, усал çын мар. «Мĕнле пурăнатăн, Катерина Ивановна?» — тет. Пăх-ха эс ăна, аппа-кинеми мар, Катерина Ивановна!.. Мана ĕмĕрне те ун пек чĕнмен. Çăкăр-тăвартан хĕсĕк мар-и, вутшанкă пур-и — йăлтах тĕпчет. Сăмахласан-сăмахласан, ыйтать хайхи: «Хваттирант еплерех пурăнать?» — тет. Хваттиранчĕ эсĕ-ха ĕнтĕ. «Пурăнкалать, пăлтăрта выртса тăрать», — тетĕп. «Сана, ватă çынна, кӳрентермест-и?» — тет. Эпĕ хайхи ăна-кăна шухăшласа тăмасăр, пер яр: «Кӳрентерет, — тетĕп. — Питĕ кӳрентерет!..»
— Ой, Кĕтерук кинеми, пĕтертĕн эс мана! — пуçне икĕ аллипех çатăрларĕ Микулай. — Ма апла каларăн?
— Эсĕ ан çуйхаш, итле! — пĕр кулмасăрах хăтăрса илчĕ ăна кинеми. — Çапла, кӳрентерет, — тетĕп. Вăхăтра апат çимест. Вăхăтра выртса канмасть. Ĕçрен тĕттĕмле таврăнать те çĕрĕ-çĕрĕпе хут çырса ларать, — тетĕп. — Ман сăмаха итлемест. Мĕн? Тĕрĕс мар-им?
— Ну, Кĕтерук кинеми! — сак çине лаштах ларчĕ Микулай. — Пĕтĕм сехрене хăпартрăн!..
— Малашне, тен, ман сăмаха юпкурăн-ха, — кулса илчĕ кинеми. — Ача-пăчана чармасан...
— Чим, Кĕтерук кинеми, — пăлханнипе калла-маллла уткалама тытăнчĕ Микулай. — Шупашкартан таврăнсан, мана хăй патне пыма каламарĕ-и Уруков? Тен, йăпăрт чупса кайса килес?..
— Ним те шарламарĕ ăна-кăна, — терĕ кинеми кăшт шухăша кайса тăнă хыççăн. — Ыран комсомолсен пуххи пулассине анчах асăнчĕ...
— Пуху-у? Ав мĕн иккен? — Микулайăн халь ĕнтĕ килте самант та ларса-тăрас килмерĕ. Уруков патне халех çитмелле!
— Тăхта-ха, ывăлăм, — майĕпен чĕнчĕ кинеми, Микулай кайма пуçтарăннине сиссе. — Пур çĕре те кĕçĕрех çитсе ĕлкĕреймĕн... Уруков умĕн, паçăр,тата леш хура хĕр Литюк килнĕччĕ...
— Литюк? Лида? — тата хытăрах сăрпаланса ӳкрĕ Микулай. — Мĕн каларĕ вăл?..
— Ним те калăмарĕ, сана çеç ыйтрĕ.
— Мĕн ыйтрĕ? Мĕн пирки?
— Литюка хăвах пĕлетĕн-çке, — терĕ кинеми. — Чĕмсĕртерех хĕр. Калама юраман сăмаха çăмăлах калаттараймăн... Канăхвитпа илĕртсен те, шăлне шĕшлĕпе хирсен те... Хăй вара ытти чухнехи пек салху марччĕ. Тĕксĕм сăнĕ те самаях çуталнă. Йăл та, йăл кулкалать. Тем усал сăмахпах килменччĕ пуль...
— Эх, кинеми! — пĕр вырăнта вăр та вăр çаврăнса илчĕ Микулай. — Тухса вĕçтеретĕп! Уруков патне мар пулсан та, Лида патне çитсе килетĕп!..
Кĕтерук кинеми пуçне ӳпкевлĕн пăркаларĕ.
— Ачам, — терĕ вăл, — эс пĕчĕк чухне те çавнашкал пуçтах пулнă-и?
— Пуçтах? Епле пуçтах? — тавçăраймарĕ Микулай. — Эпĕ...
— Эсĕ çав, эсĕ, — хăтăранçи пулчĕ кинеми. — Чарусăр ача... Аннӳ сăмахне нихçан та итлемен-тĕр?
Микулай сасартăках лăпланчĕ. Пĕр хушă Кĕтерук кинеми куçĕнчен тĕлĕнсе пăхса тăчĕ те кулса ячĕ.
— Тĕрĕс, кинеми! — терĕ вăл. — Пуçтах ача, чарусăр!
— Ара çав...
— Итлем-ха, эппин, сан сăмахна, кинеми, — хĕпĕртесех килĕшрĕ Микулай. — Аслă ача пулам. Ватă çын сăмахне юпкуракан çул юппинче йăнăшман, теççĕ.
— Ара çав, — каллех маййăн шутарчĕ Кĕтерук кинеми. — Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламĕ... Тахçанхи сăмах. Питĕ тĕрĕс сăмах.
Çав каçхине Микулай килтен ниçта та тухмарĕ.
26
Тепĕр кунхине мĕн иртенех çумăр тапранчĕ. Тăтăшлатса çăвакан тӳлек те ăшă çумăр. Çавна пула хирти ĕçсем чарăнса ларчĕç: йĕпелле çум çумлама та, сахăр кашманĕпе çĕрулми речĕсем хушшине кăпкалатма та май çук. Çумăра пулах комсомол пухăвĕ те каçхине мар, кăнтăрла вуникĕ сехетре пухăнасси çинчен пĕлтерчĕç. Колхоз радиоузелĕнчи диктор çав пĕлтерĕве, темĕнле указ е приказ вуланă пек, чаплăн, сассине хăпартлантарса, умлă-хыçлах виçĕ хутчен вуласа пачĕ: «Юлташсем-комсомолецсем, пурте пĕр çын пек, комсомол пуххине!..»
Хăй сисмесĕрех Микулайăн ăшĕ вăркама тытăнчĕ. Вăл текех килте тӳссе лараймарĕ. Пуху пуçланиччен Уруковпа тĕл пулса сăмахлама шутларĕ. Лидăна курсан та аван пулĕччĕ...
Çумăра кура, тен, парторганизаци секретарĕ те паян сада кайман, тӳрех колхоз правленине аннă-тăр. Анчах çамрăк агроном пырса кĕнĕ чухне унта Уруков çукчĕ, колхоз председателĕ хăй пӳлĕмĕнче пĕчченех ларатчĕ. Ара, Микулайшăн капла та питĕ лайăх. Унăн председательпе калаçмалли хăйне уйрăм сăмах пур.
— Иртсе лар, — чĕнчĕ ăна Сармаев, тутлăн анасласа илсе. — Кун пек çанталăкра ыйхă пусать. Аптрашки, — каллех анасласран хальхинче вăл тутине кĕске пӳрнеллĕ лаптак ал тупанĕпе хупларĕ.
Шангин плащĕпе кепкине хыврĕ те алăк патĕнчи пăтана çакрĕ. Сапаланнă тĕм-хура çӳçне пĕчĕк турапа тураса тирпейлерĕ.
— Кăшт маларах кирлĕччĕ ку çумăр, — терĕ вăл, председатель сĕтелĕ патнелле иртсе. — Мĕн тăвăн, юрĕ ĕнтĕ, халь те пасмĕ.
— Кирлĕ чух çук вăл, пĕр çума тытăнсан — чарăнма пĕлекен мар. — Сармаев тăчĕ те кантăкран урамалла пăхрĕ. — Чим-ха, Николай Степанович, эсĕ Шупашкара кайнăччĕ-çке.. Çитсе те килтĕн-и? Эп сана унта пĕр-икĕ кун тытăнса тăрĕ тесе шутланăччĕ... Ĕлĕкхи туссем, чун савнисем... Театр, филармони... Атăл... Сахал-и чун илĕртмĕш!..
— Тем, питех илĕртмерĕ-ха Атăл ку расра, — Микулай председатель сĕтелĕ çумĕнчи пукан çине ларчĕ, хăй ăшĕнче шухăшларĕ: «Калас тӳрех!» — анчах тытăнса тăчĕ, тĕрĕссипе, сăмаха мĕнрен пуçламаллине пĕлеймерĕ. «Ĕлкĕрĕп-ха», — лăплантарчĕ вăл хăйне хăй, сăнакан куçĕпе Сармаев çине питĕ тинкерсе пăхса.
Çамрăк агроном умĕнче, чăн та, çывăрса тăранайман сӳрĕк çын ларать. Тачка куç хупанкисем арантараххăн уçăлаççĕ. Унăн мăйăхĕпе янахĕ патне пĕр виç-тăватă кун бритва пыман пулас. Шурала пуçланă çăра сухалĕ пĕтĕм пичĕпе тенĕ пекех шăртланса ӳссе ларнă. Ӳсентăран... Акă ăçта вăл председателĕн ӳсентăранĕ... Хĕлле пĕрене пуçне пас тытсан, çавнашкал пулать. Ара, халь çулла-çке-ха!.. Çулла сулхăнта выртакан пĕрене мăкланать. Мăкĕ вара шурă мар, симĕс пулать. Сармаевăн сарлака пичĕ те мăкланнă. Анчах мăкĕ симĕс мар, шурă...
Председатель хăйне Шангин сăнаса ларнине кĕре-тĕнех сисрĕ.
— Куçупа ан пăрала-ха эс мана, — терĕ вăл, питне ал тупанĕпе сăтăркаласа. — Хырăнаймарăм... Вилетĕп — ыйхă пусать. Пĕлсех тăр — çанталăк çумăра каясса, — вăл каллех анасласа илчĕ. — Ну, чиперех çитсе килтĕн-и? Мĕн хыпар пур Шупашкарта?
«Кала, Микулай тусăм, тӳрех кала! — хăйне хăй хистерĕ Шангин. — Принцип тесен принцип пултăр. Унашкал япалана пытарса тăма юрамасть. Çапах та çилленсе-тарăхса мар, унпа йĕркеллĕ те лăпкă калаçмалла».
— Александр Васильевич, — терĕ çамрăк агроном, председателе куçран тинкерсе, — эпĕ сире...
— «Сире, сире...» — кăмăллăн тăрăхласа илчĕ Сармаев. — Сан умăнта эпĕ пĕчченех ларатăп-çке-ха!..
— Сана, эппин, Александр Васильевич, — сасартăк хĕрелсе кайрĕ Шангин, — хисеплетĕп... тепĕр чух атте вырăнне хуратăп... Аслă çын...
— Çап тӳрех, мĕн юнаса тăратăн? — кулса ячĕ Сармаев. — Аслă çын... пăслă çын... Мĕн пулнă? Кала!..
— Эпĕ, Александр Васильевич, пĕр япалана ăнланаймастăп, — йывăррăн сывласа илчĕ çамрăк агроном. — Ниепле те пуçăма шăнăçаймасть...
— Мĕн-ши вăл?
— Акă мĕн... Эпĕ кун пирки тахçанах ыйтса пĕлесшĕнччĕ...
— Кала, кала! Ан тăс!..
— Тĕлĕнетĕп: мĕншĕн эсир пурте Хадаровсене пăхăнса ларатăр? — сассине хăпартсах ыйтре Микула. — Уйрăмах çав Ăçтиçук-Таçука? Мĕншĕн эсир ăна парăнмаллипех парăннă? Турă вырăнне пуççапма хатĕр... Мĕншĕн?
— Тăхта, — пӳлчĕ агронома председатель, — халь ĕнтĕ эпĕ ăнланаймастăп. Хадаровсем... Ăçтиçук-Таçук... Кам парăннă вĕсене? Хăçан парăннă? Епле парăннă? Калаçас пулсан, çамрăк юлташăм, пуç тавра лайăхрах шухăшласа пăхмалла. Ну, мĕн пулнă-ха вара?
— Вара-и? Вара акă мĕн пулнă...
Вĕриленме тытăннă Микулай ĕнер Шупашкарта, Атăл хĕрринче, хăй куçĕпе мĕнле мыскара курнине йăлтах каласа пачĕ. Анчах председатель итлесе ларчĕ-ларчĕ те:
— Тĕлĕнетĕп, — терĕ темĕнле кăшт айванраххăн. — Мĕн çуйхашмалли пур ĕнтĕ кунта? Çĕрулми леçме эпир кашни "колхозниках машина паратпăр. Вĕсем уншăн халăх йышăннă хакпа колхоза укçа тӳлеççĕ. Никамшăн та сарăпĕ çук. Пайти кăна. Эппин, санăн çĕрулми пур-и? Тавай, сана та туххăмрах леçсе паратпăр!..
— Эсĕ, Александр Васильевич, аяккалла ан пăрăн-ха, — хирĕçлерĕ ăна агроном. — Шуçлак çулпа ан ярăнтар. Сăмах кунта кашни колхозник пирки пымасть, Ăçтиçук-Таçук пирки пырать. Чăн-чăн колхозниксем колхозра ĕçлеççĕ, халăх ырлăх-пурлăхне ӳстереççĕ. Кусем хайхи епле-ха? Хадаровсем? Ăçтиçук-Таçукпа Шĕшлĕ Çеменĕ йышшисем? Вĕсем колхоза чĕрне хури чухлĕ те усă кӳмеççĕ, хăйсем вара... Çапла, эс калашле, машинăшăн вĕсем колхоза укçа тӳлеççĕ. Анчах мĕнле? Колхоза вун тенкĕ тӳлесе, пинĕ-пинĕпе услам тăваççĕ.
— Ха, — витлесе кулса илчĕ Сармаев. — Эс мана, агроном юлташ, экономика теорине вĕрентме тытăнтăн эппин. Вĕрент, вĕрент, пулăш! Халь пурте экономикăна вĕренеççĕ. Эпир те вĕренер, çамрăксем пулăшнипе ăс пухар!..
Шангинăн ахаль те тĕксĕм сăнĕ тата хытăрах тĕксĕмленчĕ.
— Сисетĕп, — терĕ вăл, — эсĕ, Александр Васильевич ку ĕçе кулăпа ирттерсе ярасшăн. Анчах апла пулаймĕ!.. Эс, акă, йĕкĕлтетĕн — экономика теорийĕ... Тĕрĕс, эпĕ институтра ăна питĕ тăрăшса вĕреннĕ. Çапах та капитализм юлашкийĕсем тени маншăн питĕ тĕтреллĕ япала пулнă. Ученăйсем калашле, абстракци. Улпут-мул хуçи таврашне хам куçпа курман. Кулакне те çавах, хамран аслăраххисем каласа кăтартнинчен кăна ипĕлнĕ. Ĕнер вара, Атăл хĕрринче, капитализм каяшĕсене хам куçăмпах куртăм. Этем йĕренки те çук хăйсен. Намăс!.. Маймăлсем пек упаленеççĕ çĕр çинче. Хăвах шутласа пăх ĕнтĕ, Александр Васильевич...
— Атя, кĕрлеттер! — пуçне чиксе, аллине сулчĕ председатель. — Хытăрах çунтар капитализм каяшĕсене! Хĕртнĕ тимĕрпе вĕтеле!..
— Паллах, саншăн эпĕ ача-пăча кăна, — кӳренчĕ Микулай. — Анчах хам шухăша каламасăр тӳсме пултараймастăп. Чăн та, Александр Васильевич, кулса мар, лайăхрах тинкерсе пăх! Хатар таврашĕ ялйыш ĕнси çинче ӳпнĕ çăпан пек ларать вĕт. Ăçтиçук-Таçук… Ахальтен тупса хуман-тăр çав ята! Пилсĕр-ĕмĕтсĕр хĕрарăм!.. Сăвăс! Сĕлĕх!..
Сармаев хирĕç чĕнмерĕ. Те чунĕ тăвăннипе, те шухăша кайнипе, пĕр хушă çăварне шыв сыпнă пекех ларчĕ. Унтан тĕкĕшме пуçтарăннă вăкăр евĕр, çамрăк агроном еннелле куç айĕн пăхса илчĕ те:
— Тамаша, — терĕ вăраххăн. — Тĕлĕнетĕп, Николай Степанович, мĕншĕн-ха эсĕ Хатар таврашне çав териех хаяр тапăнатăн? Таçта вĕсен кинĕ пирки кӳлешместĕн-и, тусăм?..
Микулайăн сасартăках сывлăшĕ пӳлĕнчĕ, чĕлхи çăвар маччи çумне çыпçăнса ларчĕ. Вăл хальхинче чăнласах хаяррăн кăшкăрса яма хатĕрччĕ — сасси тухмарĕ.
— Епле хăятăр эсир, Александр Васильевич? — ӳпкелесе илчĕ вăл шăппăн кăна. — Е сирĕн куçăра çав териех хура карав карса лартнă? Нимĕн те курмастăр пулать эсир? Епле, епле-ха чăтмалла? — Микулайăн сасси çирĕпленчĕ. — Çĕр çинче санпа юнашар кам та пулин макăрать пулсан, ăçтан-ха йĕлпĕрсе-кулса ларăн! Ăçтан лăпкă пултăр-ха сан чĕрӳ?! Эсĕ сивĕ юнлă чĕр-чун мар-çке ĕнтĕ? Хатарсем пĕр мĕскĕн чуна, айăпсăр чуна, макăртмаллипех макăртаççĕ. Нивушлĕ эсир, Александр Васильевич, çавна та курмастăр? Хатар таврашĕ... Хатар чирĕ... Усал чир! Ерекен чир!.. Авалтан килекен чир!.. Вырăсла, эппин, — хадаровщина. Хадаровщинăпа йăпăлтатса пурăнмалла мар, унпа кĕрешмелле!..
Кăшкăрсах каласа хучĕ çамрăк агроном. Анчах председатель хальхинче те чĕнмерĕ.
Çамрăк агроном хĕрсе калаçнă хушăра пӳлĕм алăкĕ темиçе хутчен те уçăлса хупăнчĕ. Ĕçпе килнĕ çынсем председатель патне кĕресшĕн пулас. Анчах пӳлĕм алăкĕ кашни уçăлмассерен Сармаев аллине çеç сулать.
— Ерçместĕп, — тет вăл. — Кăштах тăхтăр!..
Хăй çапах та тарăхнине палăртмасть. Çирĕп тытать хăйне. Мĕн тери пиçĕ чунлă иккен! Ăна кура Шангин та лăпланать.
— Пĕлетĕп, — чалăшшăн кулса илет вăл, — эсĕ, Александр Васильевич, пурнăç урапи пĕр тикĕс кăлтăр-кăлтăр кусса пынине юрататăн.
— Ку япăх-им вара? — çавăнтах пуçне çĕклет председатель.
— Япăх мар, анчах çул çинче тумхахĕ-ланкашки те пайтах-ха. Пĕр те пĕр хытăрах сиктерсен, урапи çинчен вăштах вăркăнса юлма пулать.
— Вăркăнас марччĕ-ха, — ним пулман пекех вăраххăн хуравлать председатель. — Вăхăчĕ çитсен, хамăрах анса юлăпăр...
«Тĕрĕс, — хăй ăссĕн шухăшлать халь ĕнтĕ Микулай. — Эсĕ пурнăç урапи çинче çирĕп ларатăн... Тен, выртатăн?!»
— Юрĕ, — çавăнтах сасăпа хушса хучĕ вăл, — эпĕ хам шухăша каларăм... Хадаровсене мĕншĕн «тапăнни» тата ытти унта... Халĕ эпĕ хам ыйтам-ха... Тепĕр хут... Çапла, Хатар таврашне «тапăннăшăн» манран кулатăн эс, Александр Васильевич, анчах ху вĕсене мĕншĕн çав териех хытă хӳтĕлетĕн?
Сармаев «пас тытнă» кĕрнеклĕ пуçне кăмăлсăррăн пăркаларĕ.
— Хӳтĕлесе мар, — терĕ вăл. - Хăвах пĕлетĕн: Хадаров — пысăк çын. Вăрçă вăхăтĕнче райĕçтăвком председателĕ те пулчĕ. Сывлама та памастчĕ. «Тавай, тавай, с огоньком! Фронт ыйтать, аннĕмĕр-çĕршыв хушать!.. Пĕлĕтрен те çӳллĕ, хĕвелтен те çутă аттемĕр йыхăрать!» Çунтаратчĕ кăна. Халĕ те, авă, номенклатура! Пысăк çын умĕнче ирĕксĕрех пуç таятăн... Ĕлĕкрен хăнăхнă...
— Хăнăхатпăр çав, — килĕшрĕ агроном, — тепĕр чух ниме юрăхсăр йăлă-йĕркене те хăнăхса çитетпĕр.
— Мĕн пирки эс, Николай Степанович? — шуйхăннă сасăпа ыйтрĕ Сармаев. — Каллех пĕр-пĕр лапăрчăк япала-тăр? Çитет! Санăн та ĕнтĕ ĕçе тытăнмалла.
— Тытăннă, — сăпайлах та мар картса хучĕ çамрăк агроном. — Кам мĕн ĕçлени çинчен отчет туса пама пултаратăп. Тархасшăн!..
— Отчетне ыйтмастăп-ха. Çапах та... Çапах та, эпĕ çак хушăра ахаль ларман, йытăсемпе кăна тытăçса çӳремен. Çак хушăра эпĕ, çиелтен пулин те, ял пурнăçĕпе паллашрăм. Анчах пытараймăп: савăнмалли...
— Мĕн эс мана каллех шкул ачисен сăмахне перетĕн, — пĕр кĕтмен çĕртен тĕртлетсе кайрĕ председатель. — Тупнă пĕр юрă: «Нимĕнле савăнăç та çук! Нимĕнле савăнăç та çук!» Клуб лартса патăм! Чăн-чăн дворец!.. Мускаври пысăк театр!.. Тата мĕн кирлĕ сире?
— Клубĕ лайăх-ха вăл, — кăмăллăн хуравларĕ Шангин. — Этеме тата çунат хушакан ĕç крилĕ. Чун туртакан ĕç, кăмăла çĕклекен ĕç.
— Кам чарать? Ĕçлĕр!
— Чим, Александр Васильевич, тарăхма кйрлĕ мар. — Епле тарăхмăн-ха? Тепĕр тесен, ĕçне ăна эпир пакарта тухичченех ĕçлетпĕр!
— Пакарта тухиччен мар, чун каниччен ĕçлемелле. Ĕç этеме хаваслăх кӳрет, савăнăç!
— Питĕ маттур агитатор эс, агроном юлташ! — пӳлчĕ ăна Сармаев. — Çапла, алăпа хăлаçланма ăна такам та ăста!.. Хаваслă ĕç...
— Каçар, Александр Васильевич, — хăй сăмахĕнчен хăй именсе, пукан çине пырса ларчĕ Микулай. — Эппин, ĕç пирки. Эп, акă, хамăрăн пусă çаврăнăшĕсемпе паллашрăм...
— Мĕн-ха вара?
— Пусă çаврăнăшĕсене эпир вĕçĕмсĕр çавăрттаратпăр, — çак колхозра нумайранпа ĕçлекен çын пекех калаçма тытăнчĕ Шангин. — Кутăн та пуçăн... Нимĕнле йĕрке те çук. Пусă çаврăнăшĕ! Хăвах шухăшласа пăх-ха, Александр Васильевич, мĕне пĕлтерет çак сăмах? Çут тĕнчене сăнаса пăх... Çĕр çаврăнать, хĕвел çаврăнать, çăлтăрсем çаврăнаççĕ. Кунпа çĕр ылмашăнать, çупа хĕл... Çутçанталăкăн çав ылмашăвне чарса лартсан, хĕвел е çĕр çаврăнма пăрахсан, мĕн пулĕччĕ-ши? Тĕнче пĕтĕччĕ! Пусă çаврăнăшне, авă, пурте пăсаççĕ. Мĕншĕн?
— Ара, çӳлтен хушаççĕ те-ха, — шкул ачи пек айванла явап пачĕ Сармаев. — Çав тырра çавăн чухлĕ ак, çавна çавăн чухлĕ...
— Чим, эсĕ Александр Васильевич, пурнăç пурăнса курнă çын, — терĕ агроном ăна хирĕç. — Сан аçу, калăпăр, пĕччен хуçалăхпа чухне çулсерен тулă çине тулă е сĕлĕ çине сĕлĕ акнă-и?
— Ун чухне, епле калас, хан пуçа хам хуçа пулнă. Халь — хушаççĕ.
— Ак, çакă, унтан, ак, çакă хушмасан? — аллипе малтан çамкине, унтан чĕри тĕлне çапса илчĕ агроном. — Вара епле?
— Тĕрĕс, — килĕшрĕ председатель, чалăшшăн кулкаласа. — Юлашки вăхăтра хамăр пуçпа та шухăшлама хăнăха пуçларăмăр. Кăкăрти чĕре таппине те аванах туятпăр.
— Çавă кирлĕ те пире! — тинех рехетленчĕ Микулай. — Вăрлăх сорчĕсем пирки тата... Эпĕ хирте пăхкаласа çӳрерĕм. Документсемпе паллашрăм.
— Эпир йăлтах сортлă вăрлăх акатпăр, — сăмах май кăшт мухтанса та илчĕ председатель.
— Акасса акатпăр, — терĕ агроном, — анчах агротехникăна кирлĕ пек тытса пымасан, сортлă вăрлăх ахальхинчен те япăхрах тырпул пама пултарать.
— Мĕншĕн?
— Ара, мĕншĕнни паллă. Ахаль вăрлăх вырăнти çутçанталăка тахçанах хăнăхнă, сортлин — хăнăхмалла. Тепĕр тесен, тырпула лайăх пăхмасан, кирек мĕнле паха сорт та ик-виçĕ çул хушшинче пĕтсе ларать. Кăçалтан эпĕ кашии культура валли технологи картти тăвасшăн. Тăпрана мĕнле имçампа сиплемелле, мĕнле сухаламалла, унтан мĕнле вырса пухмалла, вăрлăха хĕл каçма мĕнле пăхса усрамалла — çав карттăра йăлтах курăнса тăтăр. Унччен мĕнпур пусăри тăпрасене анализ туса пăхмалла. Çав ĕç валли...
— Чим, Николай Степанович, эс ĕнер хăвăн агрохими лабораторине тиесе килеймерĕн-им? — тин ыйхăран вăраннă çын пек ыйтрĕ председатель.
— Каларăм-çке-ха, — каллех эрленнĕ кăмăл сисĕнчĕ Микулай сассинче, — Ăçтиçук-Таçук мана машина çывăхне те ямарĕ. Арçуриллех янрашать: «Машинăна мана шанса панă!.. Манăн машина! Манăн Вăрманкасси савăтĕнчен кирпĕч турттарса каймалла!» Автобуспа ларса килтĕм вара. Çук, капла ниепле те май çук, Лаборатори хатĕрĕсене халех илсе килмелле. Халех анализсем тума тытăнмалла!..
— Чăн сăмах! — алăк патĕнчен илтĕнсе кайрĕ Уруковăн çинçерех уçă сасси. — Çитет тăпрана е варлăха текех ывăçпа тĕрĕслесе... Наука кирлĕ!..
Агрономпа председатель сăмахланине парторганизаци секретарĕ таçта алăк хыçĕнче итлесе тăнă тейĕн. Вăл тӳрех калаçăва хутшăнса кĕчĕ. Анчах Уруков кунта тин çеç килсе çитнĕ-ха, нимĕнле алăк хыçĕнче те итлесе тăман вăл, нимĕн те илтмен. Тĕрĕссипе, лаборатори пирки парторгпа председатель ĕнер каçхине çак пӳлĕмрех питĕ хытă тытăçса илнĕ иккен.
Хăйĕн вушарлăхне кура председатель парăнасшăн пулман.
— Мĕн лабораторийĕ пире! — тенĕ вăл. — Укçа тăкни анчах... Кирлĕ чух пире тăприне те, вăрлăхне те районта ахалех анализ туса параççĕ.
Парторганизаци секретарĕ те агрономшăн çирĕп тăнă тейĕн, Паян, акă, вăл алăк уçнă-уçманах калаçăва хутшăнчĕ пулсан, хăйĕн ĕнерхи шухăшне çеç çирĕплетсе каларĕ: «Чăн сăмах! Çитет тăпрана е вăрлăха текех ывăçпа тĕрĕслесе... Наука кирлĕ!..»
— Юрĕ, — сăмах каллех чĕрре кĕресрен сыхланса хушса хучĕ Сармаев. — Машина паратăп, хăть ыранах тиесе кил хăвăн лабораторине!..
— Мĕншĕн манăн! — тĕм-хура куçĕсене ялкăштарса илчĕ агроном.
— Винават, пирĕн, пирĕн! — кăмăллăн кулса ячĕ председатель.
— Çапла пултăр çав, — терĕ Уруков. — Текех «санăн» та «манăн» çук, йăлтах пирĕн, хамăрăн.
Халь ĕнтĕ Шангинăн парторганизаци секретарĕпе сăмахласа пăхас килчĕ. Уйрăммăн, куçа-куçăн. Çавна сиссе, колхоз председателĕ шут ăстисем ларакан пӳлĕме тухрĕ.
— Эсир хăвăрăнне юмахлăр...
— Паян ир радиопа ытла та чаплăн хыпарларĕç, мĕн пирки аплах? — кулкаласа ыйтрĕ агроном. — Пĕр-пĕр пысăк уява йыхăраççĕ тейĕç.
— Акатуй çывхарать, — чеен куç хĕсрĕ парторг. — Юрă уявĕ... Эс хатĕр-и?
— Ман мĕскер... Эпĕ ыттисенчен уйрăм мар...
— Çапах та...
Тепĕр виç-тăватă сехетрен пуçтарăнас пуху пирки Уруков хăй мĕн шухăшланине кĕскен çеç каласа кăтартрĕ. Ĕнер, Николай Шангин Шупашкара кайсан, комсомол комитечĕн ĕçне партбюро ларăвĕнче тĕплĕн пăхса тухнă иккен. Шангина кун çинчен систермен, партбюро ларăвне те чĕнмен. Çавăншăн Микулай хытах кӳренчĕ. Чăн та, вăл коммунист мар-ха, комсомол комитечĕн членĕ те мар, анчах партбюро пăхса тухнă, ыйтусем Шангина ытла та çывăх. Çав ĕçсене, тĕрĕссипе, Микулай хускатса янă-çке-ха. Шапа лĕккипе витĕнеç шурлăх варрине чи малтан вăл чул пăрахнă. Апла пулин те, ăна темшĕн аяккарах пăрса хăварасшăн... Халь акă, унăн кăмăлĕ хуçăлнине Уруков та сисрĕ. Сăлтавне те ăнланчĕ.
— Эпир комитетăн пĕтĕм ĕçне пăхса тухрăмăр, — терĕ вăл, питĕ асăрханса, çав вăхăтрах питĕ «официаллă чĕлхепе». — Комсомолецсене политикăллă воспитани парасси, пĕтĕм организацин ĕçри хастарлăхне ӳстересси... Эс хускатнă ыйтусем «Нина Ювашева ĕçĕпе» ытларах çыхăннă. Ăна халĕ çĕнĕ комитетăн пăхса тухма тивет.
— Çĕнĕ комитет? — кăшт тĕлĕненçи ыйтрĕ Шангин. — Комитета çĕнетмеллех пулать-и вара?
— Унсăрăн май çук, — терĕ Уруков. — Чир ытлашши: шала кайнă. Эпир вăхăтра асăрхайман. Халь, акă, сиплемелле... Самаях йывăр операци тумалла...
Вĕсен хушшинче урăх сăмах-юмах пулмарĕ. Шангин йĕпе плащне пăтаран илсе, алă хурси урлă уртса ячĕ те пӳлĕмрен тухрĕ.
Ăна хирĕç хăйĕн пӳлĕмне Сармаев кĕрсе юлчĕ. Вăл та агронома сăмах чĕнмерĕ. Паянхи «тытăçушăн» к-мăлсăр пулчĕ-шим? Юрĕ-çке, ӳлĕм кун пек кăна мар тытăçăпăр-ха!..
Шангин правлени крыльцине тухса тăчĕ. Вĕтĕ çумăр паçăрхи пекех шăпăртаттарса çăвать. Шангин аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ. Пуху пуçланиччен вăхăт чылай-ха. Унччен... Микулай хăлхинче çаплах Уруков сăмахĕсем илтĕнсе тăраççĕ. Типĕ сăмахсем. «Воспитани парасси... явăçтарасси... ӳстересси...» Пĕр ывăçран тепри ывăçа типĕ хăйăр юхтарнă пек...
Ахаль чухне унашкал пулакан марччĕ-çке-ха Уруков!.. Вăл йышăнса ларакан вырăн е вăл куллен туаса пыракан ĕç типĕтет-ши вара этем кăмăлне? Чĕрине чурăслантарать?.. Çук, çук, апла мар-ха кунта! Ара, тик кăна-çке Уруков çамрăк агроном хута кечĕ: «Çитет тăпрана е вăрлăха ывăçпа тĕрĕслесе... Наука кирлĕ.
Чĕри те чурăсланман Уруковăн. Кунта йăлтах урăххи. Чĕрĕ пурнăç çинчен, этем кунçулĕ çинчен калаçнă чухне эпир хамăр шухăша тĕрĕсрех палăртма чĕрĕ сăмах тупаймастпăр. Ирĕксĕрех пуçланать хайхи — «воспитани парасси» те «малалла аталантарасси», «явăçтарасси» те «ӳстересси»…
Паллă ĕнтĕ, Уруков районти хаçата, Шупашкарта тухса тăракан чăвашла хаçат-журналсене питĕ тимлĕ вулать. Тĕлĕнмелли çук. Çавă сисĕнет те ун чĕлхинче. Микулай хăй ăссĕн кулкаласа илет. «Аптăрамĕ, хăрушах мар, анчах, калăпăр, халăх умĕнче лекци е доклад туса памалла пулсан, хамăр еплерех сăмахлăпăр-ши?.. Тырпул тухăçлăхне хăпартассине ăнăçлăн малалла ярасси... Ха-ха-ха!»
Çумăр, çумăр... Унччен имшеррĕн ешерекен урамри курăк куç умĕнчех вăй илчĕ, сĕтеклĕн ашкăрса çеремленчĕ. Ӳсентăран... Ăна хура тăпрари техĕмлĕ çимĕç кирлĕ, хĕвел çутипе ăшши кирлĕ, сипетлĕ çумăр шывĕ кирлĕ... «Тархасшăн, пĕр сыпкăм шыв...»
Сасартăк аса килнĕ сăмахсем çамрăк агроном чĕрине пĕрре ăшăтса ячĕç, тепре çӳçентерчĕç.
Ĕнер, Микулай Шупашкартан таврăниччен, Кĕтерук кинеми патне Лида пырса кайнă. Вăл Микулая ыйтнă, анчах хăй мĕншĕн пынине каламан. Ахалех мар-тăр. Лида нихçан та ахаль çӳремест. Эппин, пуху пуçланиччен ăна шыраса тупмалла... Тем тесен те тупмаллах!.
Анчах епле? Килне каяс — каллех çынсенчен аван мар. Э-эй, тепĕр тесен! Мĕн пулать те мĕн килет!.. Пушартан хăрасан, ĕмĕрне шăрпăк та ан чĕрт!.. Вăл, плащĕпе кепкине йăпăр-япăр тăхăнса, крыльцаран анма тăнăччĕ кăна, Аслă урамăн тури пуçĕнче, лăп та шăп Кайрикас тăкăрлăкĕ кунталла пăрăнса аннă тĕлте, Лидăна курах кайрĕ. Микулай тӳрех ăна хирĕç тапса сикрĕ.
27
Çумăра пула Лида ахаль чухнехинчен кĕштĕрккерех тумланнă. Плащ е жакет вырăнне ашшĕн çуллахи кивĕ пиншакне тăхăнса янă, пуçĕнче — шупкалнă сарă тутăр, уринче — сăран атă.
Лида çумăрпа йĕпенсех ĕлкĕреймен-ха. Тутăрĕ айĕнчен тухса тăракан кăтрашка çӳç пĕрчисем çинче кăна вĕтĕ-вĕтĕ çумăр тумламĕсем тытăнса тăраççĕ. Хура пурçăн çиппе витернĕ мерчен шăрçасем тейĕн.
Микулай хĕр çине пĕр самант сăмах чĕнеймесĕр, тĕлĕнсе те тĕмсĕлсе пăхса тăчĕ. Малтанхи хут асăрхарĕ вăл: Лида Микулайпа пĕр сăнлах иккен. «Ах, йăмăкăм, йăмăкăм, — ăшшăн шухăшларĕ каччă. — Ман пекех хурамкка эсĕ... Хура хĕр — çутă чун... Ман пекех кăшт тӳрккесрех, ман пекех...»
Каччă хăй шухăшне вĕçне çитереймерĕ. Лида ун çине хавассăн пăхса илчĕ те:
— Килте... Хăйсен тăван килĕнче, — терĕ Лида, пĕтĕм çут тĕнчери чи вăрттăн хыпара пĕлтернĕ пек пăшăлтатса.
Çамрăк агроном йĕри-тавра вăрт-варт пăхкаларĕ.
— Атя, ман пата кĕрĕпĕр, — аллинчен тытрĕ вăл хĕре. — Урамра аван мар... Хĕр куçне шиклĕн çĕклерĕ.
— Лабораторие-и?
— Мĕнех вара? Лабораторие кĕрĕпĕр! Халь маншăн нимĕн те хăрушă мар! Никамран та хăрамастăп халь эпĕ!..
Лида турткаланса тăмарĕ. Тĕрĕссипе, вăл хăй те Микулая шырама тухнă.
— Ĕнер эпĕ Кĕтерук кинемисем патне пынăччĕ, — терĕ хĕр, çак улах кĕтесре сасартăках хăюлланса. — Эсир çукчĕ...
— Каласа кăтарт, йăмăкăм, каласа кăтарт! — хĕпĕртесех хистерĕ Микулай.
«Йăмăкăм» тенĕрен Лидăн тĕксĕм сăнĕ йăлтăр кăна çуталчĕ те, вăл вара пĕр чарăнмасăрах калама пикенчĕ. Кун пек чухне унăн кăшт тытăнкаларах чĕлхи-çăварĕ сасартăк уçăлса каять.
«Хура хĕр — çутă чун» каласа кăтартнинчен Микулай куçĕ умне акă еплерех «пăлхав» çаврăнса тухрĕ. «Нина пăлхавĕ!»
...Тĕрĕссипе, Хатарсен кил-çуртĕнчи урăм-сурăм пăтăрмах ниме тăман пĕчĕк япаларан пуçланнă иккен. Çӳп-çапран, шăкăр-макăртан...
Ĕнер каçалапа, аслатиллĕ çумăр кĕрлесе иртнĕ хыççăн, пахчара е картишĕнче пĕр-пĕр ĕç тума çуккине кура, Нина пӳртре утюг хĕртет те унчченех çуса типĕтнĕ кĕпе-йĕме якатса тирпейлеме шут тытать. Ара, хăй çавăн пек çын ĕнтĕ вăл. Алла усса ларма вĕренмен. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Хуть тем пултăр, уншăн яланах — икĕ алла пĕр ĕç. Вăхăт харам ан ирттĕр кăна. Пĕр шутласан, хăйĕн пĕтĕм хуйхи-суйхине вăл ĕçре пусарать. Ан тив, чун туртман ĕç пултăр, ан тив, ун ĕçĕ никама та усă ан кӳтĕр, Пурĕпĕрех! Йывăр хуйха ĕç çĕклет тени уншăн халь — пĕртен-пĕр чун йăпатмăшĕ пĕртен-пĕр çăлăнăç. Капла «тыткăнри» тăкăс вăхăт та ытлашши вăраххăн шумасть. Ахаллĕн ăна хулленхи йывăр тунсăх çĕр çумнех лăчăртаса хурĕччĕ. Мĕн кăна тӳсмен-ши Нина çак кил-çуртра! Тӳснĕ, шăла çыртсах чăтнă...
Хатарсен «кутăн пӳртне» ялта сахал çын кĕрсе курать. Хăна-вĕрле пухмаççĕ вĕсем, хăйсем те çын патне тухса çӳремеççĕ. Вĕсен чи çывăх çынни, тĕрĕссипе, чи шанчăклă тарçи — Шĕшлĕ Çеменĕ. Калăпăр, вăл пĕр-пĕр ĕçпе пырсан, Ăçтиçук-Таçук ăна кайри пӳртрен малти пӳрте кĕртмест, алăк патĕнчен тĕпĕлелле утăм та ирттермест. Ял хушшинче хурчка пек чăрсăр Çемен кунта кăвакарчăнран та йăвашрах.
Тăр-кăнтăрла сăлăп ярса тăратакан вырăсла хапхана сăнчăрти чĕмсĕр йытă Тарзан хураллать. Йĕкел куçлăскер, вăл ют çынсенчен пĕр Шĕшлĕ Çеменне кăна тивмест. Паллать хăй йышшине, йĕксĕк! Ыттисене кĕнĕ-кĕмен туртайса çурать. Пĕр вĕрмесĕр. Вăрттăн. Çавăнпа ĕнтĕ йĕплĕ пралук карнă çӳллĕ хӳме леш енче куллен мĕн пулса иртнине никам та пĕлмест.
Ялйыш куçĕ умĕнче Хатарсем — «ырă çынсем», «тату пурнăçпа пурăнакан килйыш». Нина та малтан çаплах шутланă. Çав тĕмсех кăмăлпах килсе кĕнĕ вăл çак кил-çурта.
Тăван амăшĕпе тăван мар ашшĕ Нинăна хăйсем май пăхса çитĕнтернĕ, хăйсем пултарнă таран ăс панă: мĕн пĕчĕкрен çынна шанма, ĕненме хисеплеме хăнăхтарнă.
Шкулта вĕреннĕ чухне те Нинăна литературăри таса, çутă сăнарсем кăна илĕртнĕ. Татьяна, Вера Ивановна, Нарспи, Елюк, унтан... унтан Зоя Космодемьянская, Лиза Чайкина, Уля Громова, Люба Шевцова...
Ачалла айванрах пулнă çав Нинăн шухăш-кăмăлĕ. Ырă хĕвел çутинче ырă çынсем кăна пурăнаççĕ тесе шутланă вăл. Апла хăйĕн те таса чун-чĕреллĕ пулмалла, нихçан та, никама та суймалла мар, улталамалла мар. Усал çынсем уншăн халап-юмахра çеç пурăннă пек туйăннă. Чике тăршшĕ хур сухалсем, ашапатман карчăксем, тимĕр тылăпа сиктерсе çӳрекен тухатмăшсем, виçĕ пуçлă, çичĕ пуçлă, тăхăр пуçлă вĕреçĕленсем...
Анчах пилсĕр усал этемсем халап-юмахра кăна мар, çĕр çинче те пайтах чашкăрса çӳренине Нина ĕнтĕ хăй куçĕпех курчĕ. Хатарсен «ырлăхĕ» мĕне пĕлтернине те ытлашшипех ăнланчĕ.
Яланхи пекех шухăша кайнă Нина çапла ĕнерхи вăйлă çумăр хыççăн утюг хĕртет те кĕпесем якатса тирпейлеме тытăнать. Ачи малти пӳртре сăпкара çывăратчĕ-ха унăн. Упăшки те кунтах, сĕтел хушшинче, темĕнле кĕнекесемпе те сăнӳкерчĕксемпе суйланса ларатчĕ. Ăçтиçук-Таçук алăкăн-тĕпелĕн тĕртлетсе çӳретчĕ! Нина ăна юриех асăрхаманçи пулать. Ан тив, тĕлĕртĕр-çке!
Йăлăхтарнă ĕнтĕ!..
Нина хăй ĕçне ĕçлет. Пĕр чĕнмесĕр, лăпкăн, тулеккĕн. Ачин пĕчĕк-пĕчĕк кĕписем хыççăн, акă, вăл хăйĕн чи юратнă кĕпине якатма пикенет. Чакăр çитсă çинче пăчăр-пăчăр шурă чечексем... Микулая Лидăсен пахчинче тĕл пулнă чухне вăл çак кĕпене тăхăннăччĕ...
— Ăçта кăйма якалатăн-ха? — сасартăк чашкăрнă сасă илтĕнсе каять Нина çурăмĕ хыçĕнче Ăçтиçук-Таçук сасси. Нина каялла çаврăнса пăхмасть, хĕрнĕ утюгне майĕпен шутарать те шутарать.
— Чĕнмест-ха тата! — хытăрах чашкăрать Ăçтиçук-Таçук. — Хăйне кура мар мăн кăмăл!.. Эх, турă, ăçта-ши пархатар?
Нина чĕнмест. Лешĕ хăпмасть, каллех чашкăрать.
— Ырă та пулса пăхнă, пурпĕр ним таравачĕ те çук. Пылпа çу çинче ярăнать. Мĕн кирлĕ-ши тата? Мĕн çитмест-ши?
— Сывлăш çитмест, — кăшт çеç илтĕнмелле тавăрать Нина. — Хĕвел çути çитмест...
— Эккей, э! — чакакла сиксе ӳкет Ăçтиçук-Таçук. — Пăхăр-ха эсир, э! Сывлăш çитмест ăна!.. Çавăнпа эсĕ каччăпа çын пахчине кайса ларатăн-и-ха? Çавăнпа якалатăн? Эх, тур-тур-тур! Арăм пуçăн!.. Кĕççе пит!.. Пĕлетĕп — мĕнешкел хĕвел кирлĕ сана! Йăлтах пĕлетĕп: Ы-ы-ых сана! — икĕ пĕчĕк чышкине хире-хирĕç тăнлаттарса çапса, Нина патнелле сиксе пырать Ăçтиçук-Таçук. — Кăтартăп эп сана хĕвел!
Тилĕрсе кайнă хĕрарăм кинне çӳçĕнчен ярса тытма тăрать. Çав вăхăтра Нина вăрт çаврăнать те аллинчи йывăр утюгне çӳлелле çĕклет!
— Çывăха ан килнĕ пултăр! — тет вăл, кĕл пек шуралса кайса. — Пĕр утăм ярса пус кăна!..
— Турăçă-ă-ăм! — кăшкăрса ярать Ăçтиçук-Таçук. — Ывăлă-ă-ăм! Вĕлереççĕ!.. Тăван аннӳне кăнтăр кунĕнчех вĕлереççĕ!..
Малти пӳртрен кĕнеке тытнипех ывăлĕ сиксе тухать. Пĕр хушă ним ăнланаймасăр куçне-пуçне чармакласа тăрать.
— Чар! Чар усал арăмна! — халь ĕнтĕ ывăлĕ еннĕлле ыткăнать Ăçтиçук-Таçук. — Мĕн çăварна карса таратăн? Тăмсай! Хĕне! Тапта! Ват! Çĕмĕр! Тăн кĕрт ухмах арăмна!
— Тархасшăн, ан шавлăр, — пĕрре амăшĕ еннелле, тепре арăмĕ еннелле тилмĕрсе ăнтăлать Георгий Хадаров. — Çын илтсен тем калĕ... Нина, — арăмĕ патне пыма тăрать вăл, — епле хăятăн эс ман анне çине алă çĕклеме?
— Ан çывхар! — утюгне тата çӳлерех çĕклет Нина. — Пуçна сыхла! Пурнăçра кирлĕ пулĕ!..
— Куртăн-и, мĕнле иртĕхет вăл, пилсĕр этем! — халь ĕнтĕ ывăлĕ патнелле талкăшать Ăçтиçук-Таçук. — Эх, мемме!.. Пăру чăмлакĕ!.. Пĕртен-пĕр арăмна алăра тытаймастăн!.. Симĕс варвитти...
— Çитет! — аллинчи кĕнекине урайне кĕрслеттерет те Георгий мĕнле пулнă çаплипех тулалла вăркăнать. — Кирлĕ мар!.. йăлăхтарчĕ!.. Гут бай!..
Вăл персе хăварнă кĕнеке ăшĕнчен темĕнле сăнӳкерчĕксем тĕркипех тухса ӳксе сапаланаççĕ. Намăссăр çарапаккасем... Ав мĕнпе киленсе ларнă иккен çав ăнман «акăлчан»!
Кунта хайхи тăвăнса çитнĕ ăншăртне ниçта шăнăçтарймасăр, Ăçтиçук-Таçук яланхи пекех ӳлесе макăрса ярать.
— Тасал! — пырĕ çурăласла çухăрать вăл. — Паянах тасал! Шăрши-марши те ан юлтăр Йăваш йăхĕнчен!.. Йăваш... Кăтартрăн эс йăваш!.. Пшол ман килĕмрен, пшол!.. Халех, çак самантрах!.
Нина малтанхи хут çăмăллăн сывласа ярать. Вăл çавăнтах хăйĕн пур-çук япалине пухать те, çывăракан ачине кăкăрĕ çумне пăчăртаса, Хатарсен кил-çуртĕнчен тухса каять. Яланлăхах, ĕмĕрлĕхех!..
Тăван килĕ еннелле вĕçтерсе пынă май, хăйĕнчен хăй тĕлĕнет Нина. Епле хăюлăх çитерчĕ-ха вăл? Тепĕр тесен, юрать-ха ун аллинче вĕри утюг пулчĕ... Пĕр-пĕр хăрушлăх килсе тухнă самантра этем яланах хăйне хăй хӳтĕлеме хатĕр. Тата, тата йĕплĕ пралук карнă çӳллĕ хӳме тулашĕнче пĕр çын, нимĕнле йыт-качкаран хăраман паттăр çын «мĕскĕн чура» хутне кĕнине Нина юлашки вăхăтра пĕтĕм чун-чĕрипе туйса тăнă. Çакă ăна вăй кӳнĕ, çирĕп çунат хушнă... Ах, Николай Степанович, пĕлесчĕ эсĕ!.. Мĕн тери тав тăвать сана Нина!.. Анчах... анчах çук, Нина тепĕр хут кампа та пулин пĕрлешесси çинчен мар, çав ылханлă кил-çуртран епле те пулин чĕрĕ пуçăн хăтăлса тухасси çинчен кăна шухăшланă...
— Килте Нина, хăйсен тăван килĕнче, — терĕ халь акă, Лида, хăй тусĕн «пăлхавĕ» пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартса. — Вăл сире курасшăн... Салам калама хушрĕ...
— Тавтапуç, Лида! — хурамкка хĕр аллине питĕ хытă тытса пăчăртарĕ Микулай. — Ырă хыпаршăн... ăшă саламшăн... Лайăх каччă тĕлне пулах, йăмăкăм!..
Лида вăтанса пуçне пĕкрĕ. Унăн савăк хыпарĕ хыççăн ĕнтĕ çак хăтлăхсăр пӳлĕмре те питĕ ырă пек туйăнчĕ. Таçтан çумăр витĕрех хĕвел çути ӳкрĕ тейĕн.
— Ну, йăмăкăм, — икĕ хулĕнчен пăчăртаса тытрĕ хĕре Микулай. — Пухăва кайма вăхăт... Комсомол пухăвне...
Хура хĕрпе хура каччă, чăнах та, йăмăкĕпе пиччĕшĕ терĕш, урамалла тухрĕç.
28
Пухури ĕç-пуçа тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартас тесен çак повеçре халиччен мĕн пулса иртнине тепĕр хут çырса тухмалла пулĕччĕ. Пуху таврашĕ ахаль те кичем япала, ăна калав-романра ӳкерсе кăтартма хăтланни татах та кичемрех.
Сăмах май автор акă мĕн пирки асăрхаттарасшăн: повесть çырма лариччен малтан эпĕ геройсен пурнăçĕпе паллашнă хушăрах комсомол пухăвĕн протоколне те тимлĕн вуласа тухрăм. Вăл пĕр-пĕр кăсăк сюжетлă драма пекех вуланать. Апла пулин те, ăна повеçе кĕртме май килмерĕ. Вырăн çитмерĕ ум валли.
Тахçантан килекен йăла тăрăх, пухура, паллах, президиум суйларĕç. Чăннипе, пĕтĕм пухăва малтан пуçласа вĕçне çитиччен Петр Иванович Уруков хăй ертсе пычĕ. Вăл комсомол комитечĕн ĕçне питĕ тĕплĕн тĕрĕслени, пухăва пур енчен те лайăх хатĕрленни унăн кашни сăмахĕнчех курăнать.
Малтанах Кариньков кĕске отчет пекки туса пачĕ. Унтан ăна ыйтусемпе тăкăлтарма тытăнчĕç. Пирĕн комитет секретарĕ нумай комсомолеца сăнран та паллаймасть, теççĕ, — тĕрĕс-и çавă? Мĕншĕн комитет ларусемпе: ытлашши иртĕхет? Мĕншĕн клубра каç-кăç ташă-вăйă-еăр пуçне нимĕн те çук?.. Мĕншĕн?.. Мĕншĕн?..
Ыйтусем çивĕчленнĕçем çивĕчленчĕç. Кариньков вĕриленме пуçларĕ. Вăхăт-вăхăт сассине те хăпарткалăрĕ.
Сăмах тухса калакансем нумай пулчĕç. Вĕсем комитет членĕсенчен Каринькова уйрăмах хытă «вĕтелерĕç». Ял çамрăкĕсен йышĕнчен татăлса бюрократланса кайнăшăн, колхоз пурнăçĕнчен аякра тăнăшăн, хăйне çынсемпе мăнаç та тӳрккес тытнăшăн тата ытти нумай-нумай кăлтăк-сăлтăкшăн питлемеллипех питлерĕç.
— Çĕнĕ клубра Кариньков юлташăн чаплă кабинет пур, — терĕ колхоз механикĕ Иван Ермолаев. — Питĕ лайăх йăва. Хĕлле вăл кунта сивĕрен пытанать, çулла — вĕрирен. Кабинета пула Кариньков юлташ хир çулне те, ферма çулне те йăлтах манчĕ... Пĕррехинче вăл çапла ĕне фермине кайма тухнă та колхоз утарне пырса лекнĕ. Кунта кăрчама ĕçсе тултарнипе урисем утайми пулнă... вăл вара çавăнтах çĕр каçнă.
Пухура комсомол райкомĕн хĕр пек вăтанчăк инструкторĕ те пулчĕ. Пĕр-пĕр комсомолец Каринькова çĕнĕ факт пирки асăрхаттарсан, инструктор кашнинчех палан пек хĕреле-хĕреле каять.
Çавăнпа вăл хăйĕн сăмахĕнче «Маяк» колхозри комсомол организацийĕн çитменлĕхĕсемпе йăнăшĕсене йăлтах райкомол çине йышăнчĕ.
— Чи малтан эпир айăплă, эпир! — терĕ инструктор, сылтăм ал тупанĕпе кăкăрне лап та лап çапса. — Пирĕн тимсĕрлĕхе пула сирĕн организаци çакăнта çитсе тăчĕ те ĕнтĕ.
Пухури сăмах-юмах «Нина Ювашева ĕçне» пырса тĕкĕнмесĕр иртмерĕ. Тĕрĕссипе, юлашки вăхăтра пĕтĕм пăтăрмах çавăнтан пуçланчĕ-çке-ха. Нина хăй пухура çукчĕ. Вăл халлĕхе «комсомолка мар-ха». «Кивĕ комитет» унăн ĕçне тепĕр хут пăхса тухайман..ю Çĕнни?.. Çĕннине паянхи пухура суйламалла...
Николай Шангин пухури çамрăксем хушшинче хăй сисмесĕрех куçĕпе тепĕр çынна шырарĕ. Кариньковăн çывăх тусĕ — Георгий Хадаров килнĕ-ши, çук-ши?.. Ха, килнĕ иккен!..Епле ан килтĕр Хадаров, вăл Нина пек мар — комсомо-о-олец! Çапах та хăй чăн хыçалти тĕттĕм кĕтессе пытаннă, шăпăрт та шарламасть — намăсĕ таçта чĕри тĕпĕнче пĕрер тĕпренчĕк упранса юлнах пулас... Ним çук чухне вăл та паха!..
Кариньков вара хăйне урăхла кăтартрĕ, вĕçне çитичченех парăнасшăн пулмарĕ. Кĕç вăл вырăнтан сиксе тăратъ те каллĕ-маллĕ чупкалама тытăнать, милкемес çӳçне-пуçне икĕ аллипех тăрмалать.
— Эпĕ тĕрĕслĕхшĕн, комсомол речĕсен тасалăхĕшĕн кĕрешнĕ! — тăвăннă у сасăпа кăшкăрать Кариньков. — Тĕрĕслĕх пурпĕрех çĕнтерет! Эсир тĕрлĕ демагогсене, йăла тĕлĕшĕнчен пăсăлнă çынсене хӳтĕлетĕр!..
Унччен шăп ларнă Шангин хальхинче сăмах ыйтрĕ. Яла килнĕренпе хăй мĕн курни-илтнине, мĕн тӳссе ирттернине, мĕн пĕлни-шухăшланине йалтах каласа кăтартрĕ. Юлашкинчен сывлăш çавăрса илчĕ те:
— Акă кунта Кариньков юлташ тĕрĕслĕхшĕн, тасалăхшăн кĕрешнипе каппаять, — терĕ вăл. — Анчах Кариньков хăй питĕ таса çын-ши? Кам пĕлмест-ха вĕсем, Хадаровпа иккĕшĕ, мĕн хăтланнине?
Кунта Николай Шангин хайхи Кариньковăн клубри сĕтелĕ çинчи кĕленчепе стакан йĕрĕсене те аса илчĕ — леш «нӳрĕ çаврашкасене»…
Чăн юлашкинчен Шангин çапла хушса хучĕ:
— Кариньков хăйне хăй пĕр пĕчĕк культ туса лартнă, — терĕ вăл. — Вырăсла каласан, культик! Культяпка!.. Хатар таврашĕ те çавнашкалрах культ. Хатарсем пĕтĕм яла хăйсен аллине çавăрса илме, хăйсене пăхăнтарма хатĕр. Пирĕн Кариньков вара çав киревсĕр ĕçре хатарсене пулăшса пырать. Çук, юлташсем, пирĕн «хадаровщинăна» сарăлма памалла мар, çав усал чирпе пирĕн çанна тавăрсах кĕрешмелле!
— Элек! Суя! — клуб кантăкĕсене чĕтретсех кăшкăрчĕ Кариньков. — Не позволю!..
Кăшкăрни нихăçан та вăй пуррине пĕлтермен. Комсомолецсем «кивĕ комитета» салатса ячĕç, Каринькова секретарьтен кăларса çапрĕç.
Çĕнĕ комитета пачах çĕнĕ çынсене суйларĕç. Вĕсен шутне Иван Ермолаев, Николай Шангин, Арманов шофер тата ытти комсомолецсем — колхозра чăн-чăн пикенсе ĕçлекен çамрăксем кĕчĕç.
Çĕнĕрен суйланă комитета «Нина Ювашева ĕçне» çывăх кунсенчех тепĕр хут пăхса тухма хушса хăварчĕç. Айăплисене ун чухне, тен, çирĕпрех «пăркăчламалла» пуласси пирки асăрхаттарчĕç.
Пуху хупăнсан, çавăнтах çĕнĕ комитет ларăвĕ пулчĕ.
Петр Иванович Уруков хăй енчен комитет секретарьне Иван Ермолаева суйлама сĕнчĕ. Анчах Ермолаев хăй ку сĕнĕве хирĕçлеме пăхрĕ.
— Эпĕ калаçма пĕлместĕп — терĕ вăл. — Докладсем тума... лекцисем... Чĕлхем çинче пурĕ те икĕ сăмах кăна: яснă-ясмăк!..
Комитет членĕсем кулса ячĕç.
— Пире калаçма пĕлни мар, ĕçлеме пĕлни кирлĕ, — терĕ Уруков. — Ермолаев ĕçе пултарать. Маттур йекĕт! Çĕр çинче çирĕп тăрать.
Хăшĕсем тата Шангин хушаматне сĕнчĕç.
— Вĕреннĕ çын... Агроном...
— Иртерех-ха, — терĕç теприсем. — Ĕçлесе кăтарттăр!..
Вара комитет секретарьне пурте пĕр кăмăллăн Иван Ермолаева суйларĕç, Николай Шангин унăн заместителĕ пулчĕ.
Ĕнтĕ урамри çумăр та паçăрах чарăннă, хĕвел аннă, ял çине каç сĕмлĕхĕ ӳкнĕ. Клуб сцени çинче, хĕрлĕ хăмачпа витнĕ вăрăм сĕтел хушшинче, çаплах виççĕн лараççĕ: Уруков, Ермолаев, Шангин. Вĕсем малашнехи ĕмĕт-шухăш пирки канаш тăваççĕ, вĕри ĕççи çывхарса килнĕ май, кашни комсомолеца мĕнле вырăна çирĕплетмеллине палăртаççĕ. Сăмах-юмах хĕрнĕçем пĕри е тепри сĕтел хушшинчен тухать те сцена тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрет.
— Куратăр, акă, — хавассăн хушса хучĕ Уруков, — çамрăксем мĕнпур ĕçе чун кĕртĕç. Вĕри чун, хастар чун!.. Тытăнар-ха, тусăмсем, тытăнар!..
— Тытăнмалла! — кĕскен пат татса каларĕ Ермолалаев. — Яснă-ясмăк!.. Харкашса çитет!..
Вĕсем клубран тухрĕç те пĕр хушă Аслă урам тăваткăлĕнче чарăнса тăчĕç. Виççĕшĕ виçĕ урамра пурăнаççĕ вĕсем, халь акă, виççĕшин виçĕ çĕрелле саланмалла.
— Ырă каç пултăр, — алă тытсах сывпуллашрĕ Уруков хăйĕн çамрăк тусĕсемпе.
— Ырă тĕлĕк курмалла пултăр, — терĕç çамрăк туссем.
Микулай Çавал хĕррипе çӳреме юратать. Паянхи пек пысăк пухура нумайччен тĕркĕшсе ларнă хыççăн улах сукмакпа утма татах та рехетлĕрех. Кунĕпе çунă тӳлек çумăр сывлăша лайăх уçăлтарнă. Çĕрлехи тĕксĕм сенкер тӳпе тин çеç тăрă çăл шывĕпе чӳхенĕ пек таса. Тӳпери çăлтăрсем шултăран çуталаççĕ, — вĕсене те кĕçĕр темĕнле чипер пике алли çĕнĕрен çуса-тирпейлесе çакнă тейĕн. Таçта тӳпе хĕррисенче кăна тачка пĕлĕт капанĕсем купаланса тăраççĕ. Вăхăт-вăхăт çав пĕлĕт куписем хушшинче, питĕ инçетре, çиçĕм йăлтлатса илет.
Ытла та кĕске çуллахи каç. Хĕвел анса ĕлкĕреймест, тухăçран шурăмпуç çуталма та тытăнать. Алтăр çăлтăр, Çавал шывне ăсса илме пуçтарăннăн, Камай вăрманĕ урлă чылаях аялалла тайăлнă. Таврара кайăк сасси шăранать. Пахчасенчи шăпчăксем вăрман шапчăкĕсемпе ăмăртмалла юрлаççĕ.
Микулайăн та кĕçĕр шăпчăксемпе пĕрлех юрлас килет. Кĕçĕрхи пуху тăвăл вырăннех пулчĕ. Аслатиллĕ çумăр кĕрлесе иртсен, сывлăш тасалать, пĕтĕм таврана çăра кислород — озон сарăлать. Çăмрăк агроном хăйне халь, аслатиллĕ çумăр хыççăнхи пекех туять. Кăмăлĕ хавас унăн, кăкăрĕнче уçă. Чĕри çăмăллăн тапать. Шухăшĕ çунатланнăçем çунатланать.
«Ырантан — çĕнĕ вăйпа! — хăйне хăй тата хытăрах хавхалантарать вăл. — Малашнехи ĕçре йывăрлăхĕ те, чăрмавĕ те пулĕ. Такăнтарас текенсем каллех те тупăнĕç, анчах унăн халĕ ĕнтĕ юлташсем пур. Шанчăклă туссем!»
— «Ырантан — çĕнĕ вăйпа...» Çавăнтах Микулай хăйĕнчен тăрăхласа та илет: шухăшна хаçатри сăмахсемпе тĕвĕлетĕн, агроном юлташ! — тет вăл. — Чăн-чăн чăваш çынни. «Ырана хăварсан ыртарать, варана хăварсан вараланать, тытăнас пулсан — паянах тытăн — тенĕ пулĕччĕ. Тĕрĕс çав, каçалăк умне тăрсан, çурла йывăр тесе ӳпкелешме хушман.
Колхоз ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçса пырасси правленипе парторганизацирен кăна мар, комсомол организацийĕнчен кăна та мар, уйрăммăн илсен, Николай Шангинран та нумай килет. Унăн хулпуççийĕ çине тиенекен ĕç çĕклемĕ паянтан тата ытларах сулăмланчĕ. Вăл — агроном, вăлах — çамрăксен хастар йышне ертсе пыракансенчен пĕри.
Çĕнĕ комитета «Нина Ювашева ĕçне хăвăртрах пăхса тухма хушса хăварчĕç. Шангин кунта хăйне кăшт аванах та мар туять. Вăл — комсомол комитечĕн членĕ, секретарь заместителĕ. Усал чĕлхесем каллех сӳсленме тытăнĕç: «Чун савнишĕн тăрăшать, варлине хӳтĕлет», — тейĕç.
Çук, кунта принципа çирĕп тытмалла! Çынлăх принципне!.. Шангин комсомолец чăн малтанхи утăмранах «чун савнине» мар, инкеке лекнĕ çыннăн чунне хӳтĕлеме тытăннă-çке-ха! Нина вырăнĕнче урăххи пулнă пулсан та, Шангин хăй çулĕнчен пăрăнмĕччĕ, çынна пĕр пекех пулăшĕччĕ. Чĕри ĕнтĕ çав йышши унăн — çыншăн çунакан чĕре. «Нина Ювашева ĕçне» текех вăраха тăсас марччĕ кăна!
Нумай тĕрлĕ шухăшпа çунатланса утнăçем Микулай çул кĕскелнине те сисмерĕ, таçта ӳсĕр çын сасси пĕр çаврăм юрă ĕнĕрлесе илнине те илтмерĕ. Тепĕр тесен, кама кирлĕ ӳсĕр çын юрри?!.
Утать те утать çамрăк агроном Çавал хĕррипе, хăйĕн ырă ĕмĕтне малалла ĕмĕтленет. Хайхи унччен те пулмарĕ, çырманалла тайăлнă ватă йăмра хыçĕнчен Микулай умне икĕ çын тухайса тăчĕ.
Çĕр тĕттĕм те мар, çутă та мар. Анчах Микулай çак икĕ çынна тӳрех палларĕ: Кариньковпа Георгий Хадаров... Ахăртнех, вĕсем ăнсăртран сиксе тухман, Шангин каç-каç çыран хĕррипе çӳренине пĕлсе, юри кунта йăмра хыçне килсе пытаннă.
Микулай шикленме те, аяккалла пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ. Тепĕр утăм малалла ярса пуссан, вăл леш икĕ туспа куçа-куçăнах тĕл пулчĕ. Унăн питне сăмакун шăрши пырса çапăнчĕ. «Пухуран тухнă-тухман кӳпсе лартнă!» — хаяр шухăш капланса хăпарчĕ Микулай пуçĕнче.
— Пĕр çынна иккĕн сыхласа тăратăр?! — терĕ вăл, çиллине аран-аран пусарса. — Мĕскĕнсем!.. Ну, мĕн кирлĕ сире?
— Акă мĕн кирлĕ! — Георгий Хадаров чышкине пĕтĕм вăйран сулса ячĕ, анчах Шанган пĕшкĕнсе ĕлкĕрчĕ, лешĕ хайхи хăйĕн мăнттай кӳлепипе çĕре лаплатса ӳкрĕ.
— Эсир апла иккĕн! — сасартăк чарсăрланса-хастарланса кайрĕ Шангин. — Пухура çĕнтереймерĕр те халь чышкăпа çĕнтересшĕн. Çук, ĕç тухаймĕ!
Куç хупса илмелĕх самантра мĕн пулса иртнине виççĕшĕнчен пĕри те лайăххăн тавçăрса илеймерĕç
Студент чухне дружинниксен отрядĕнче «самбо» меслечĕсене вĕренни Шангинăн харама кайман-мĕн. Тĕттĕм кĕтесре пĕр-пĕр йĕксĕк тапăнас пулсал, мĕн тумаллине Микулай лайăх пĕлет. «Предел необходимой обороны» тенĕ кун пирки уголовнăй кодекс кĕнекинче. Кĕçĕр те акă, вăл «кирлĕ таран хӳтĕленмелли виçене» çав икĕ услапа питĕ маттур кăтартса пачĕ.
Георгий Хадаров çĕре лаплатса ӳксен, Кариньков Микулайăн аллисене хыçалтан пăркăчласа илме тăнăччĕ. Микулай вăрт-варт çаврăнчĕ те лешне чышкăпа янах айĕнчен хаплаттарчĕ.
— Тупăннă паттăрсем! — йĕрĕнсе сурчĕ вăл. — Паттăрсем мар эсир, хăравçă хулигансем! Ме сана, ме!
Çĕрлехи тытăçу пуçланнă вырăнта Çавал çыранĕ самаях чăнкă. Шывĕ тарăн авăрта çаврăнса-пăтранса тăрать.
Анчах Микулайăн ăна-кăна шутласа тăма вăхăт çук, пĕччен икĕ тăмсая тăн кĕртмелле. Акă çĕре лаплатнă Хадаров каллех ураланчĕ. Янахран малтанхи «кучченеç» туяннă Кариньков та, милкемес пуçне пĕшкĕртсе, вăкăр пек талпăнса пырать. Микулайăн ирĕксĕрех «икĕ фронтра» çапăçма лекет. Тем вăхăтра унăн хăрах куçĕнчен вут тухса сирпĕнчĕ. Микулай тата хытăрах хаярланчĕ.
— Ме, тутанса пăх! — тăсланкă Каринькова тĕпĕр хут янахран янклаттарчĕ вăл. — Ан ман, хамăра тапăнакансене эпир яланах хирĕç пама хатĕр!
Лешĕ мĕнле сулăнса кайрĕ, çаплипех Çавала вăркăнчĕ. Чăнкă çырантан — пуçхĕрлĕ.
Ĕнтĕ Хадаров пĕччен юлчĕ. Вăл парăнасшăн мар-ха. Ĕнтĕ ун пуçĕнчи сăмакун сĕрĕмĕ те сӳрĕлчĕ пулас. Вăрăм аллисемпе хăй çил арманĕ пек хăлаçланать. Çапăçма сĕкĕнет.
— Сана!.. Сана-и? Кăтартăп эп сана! — усал сăмахсемпе хутăш кăшкăрашать Хадаров. — Çын арăмне хапсăнатăн!.. Чикан урапи çинчен ӳксе юлнăскер!.. Тĕнчере хĕр тупаймастăн!..
— Тупатпăр! — Микулай çак мăнттая та хăй тусĕ хыççăнах чăнкă çырантан Çавала ăсатрĕ. — Шыва кĕрсен урăлăн-ха!.. Гут бай! — лешĕн юратнă сăмахĕпе тавăрчĕ вăл. — Тепре куриччен!..
29
Çавал хĕрринчи çĕрлехи тытăçу хыççăн ял çине нимĕнле сас-хура та тухмарĕ.
Микулай хăй пирки çĕнĕрен шăв-шав пуçланасран шикленнĕччĕ. «Йытăпа тытăçни çитмен, халĕ Кариньковпа Хадарова тытса хĕненĕ» имĕш. Анчах лешсем, Кариньковпа Хадаров, çăварĕсене чăнласах шыв сыпнă тейĕн — шăпăрт та шарламарĕç. Паллă ĕнтĕ, тарăн авăра чăмнă чухне çăвара шыв кĕмесĕр пулмасть...
Кĕçех Георгий Хадаров ялтан шăппăн çеç тухса шăвăнчĕ. Ахăртнех, «заочниксен черетлĕ сессие» кайрĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, вăл хăйĕн çĕрлехи «паттăр ĕçенчен» хăех шикленсе ӳкнĕ — агронома иккĕн хĕнеме тапăннăшăн суд умне тăратма пултараççĕ-çке-ха. Кариньковăн шăпи вара чылай йывăртарах. Унăн аллинче — клуб уççи, клуб хуçалăхĕпе пурлăхĕ, библиотекăпа унти мĕнпур кĕнеке. Хӳре вăрăм. Ăна йăпăр-япăрах çавăрса тĕвĕлеймĕн. Çавăнпа вăл пĕр чĕнмесĕр, шăпăрт пурăнать. Яланхи пекех, куллен ĕçе çӳрет, библиотекăна кĕнеке улăштарма пыракансене кĕтсе илет, юрă праçникне хатĕрленнĕ май, хорпа пĕр тăтăш репетицисем ирттерет. Тупата, вăл хальчченхинчен чылай тăрăшарах ĕçе пикенчĕ темелле. Унăн пуçа каçăртас мăнаçлăхĕ те таçта кайса çухалчĕ. Çынсемпе вашават сăмахлать, унчченхи пек хăр-хар харкашмасть, кăшкăрашмасть. Чип-чипер çын Кариньков, ялти «кăтартуллă культработник»!
Хадаровпа Кариньков шăпланнине кура, Николай Шангин та шăв-шав хускатма шутламарĕ. Вĕсен хушшинче парăм таврашĕ çук. Мĕн татмаллине Çавал хĕрринчех татнă. Çитменнине, кирлĕ пулсан — тепĕр чух çитерĕпĕр; ытлашшине, ун пекки пулнă пулсан — каçарччăр!
Тепĕр кунне Уруков умĕнче кăна Микулая питĕ аван мар пулчĕ.
— Сан мĕн, ара, куç айĕнче? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Микулайран парторганизаци секретарĕ. — Каллех такампа тытăçман пуль те?
Шангин хĕрелсе кайрĕ, хăй вара чĕлхи çине мĕн килчĕ, çавна персе ячĕ.
— Çу-ук, — терĕ вăл, ирĕксĕррĕн кулкаласа. — Клубран таврăннă чухне тĕттĕмре йăмра туратти çине пырса тăрăнтăм.
— Епле куçна шăтарман-ха! — хута кĕренçи пулчĕ Уруков — Çĕрле асăрханарах çӳремелле... Аттуш тем çине те пырса тăрăнăн...
Юрать-ха, ку ĕç çакнашкал калаçупа иртсе кайрĕ. Мĕн кăна пулмасть яш-кĕрĕм хушшинче, ăçтан кашни вăрттăн сукмакăн вĕçне-йĕрне тупса пĕтерĕн?!.
Пăшăрханмалли кунсем хыççăн çамрăк агрономăн кĕçех савăнмаллисем те çитрĕç. Агрохими лабораторийĕ валли Мускав ярса панă хатĕр-хĕтĕре Микулай Шупашкартан хăех тиесе килчĕ. Медпунктпа юнашар уйăрса панă çуртра вăл хăй аллипе икĕ стена çумне сĕтелсем туса лартрĕ. Сĕтел урисемпе хăмисене хăех чутласа саваларĕ. Пурттипе савине, пăрине тупма ăна камсомолецсем пулăшрĕç. Сĕтелĕсене вара Ермолаев механик сăрласа пачĕ. Сăрĕ типсе ĕлкĕрнĕ-ĕлкĕреймен агроном колбăсемпе ретортăсене, приборсемпе пробиркăсене, микроскоппа виçе-тарасана кирлĕ çĕре вырнаçтарса лартрĕ. Стена çумне барометр çакрĕ. Халь ĕнтĕ, кантăкран хĕвел çути ӳксен, лабораторире мĕнпур кĕленче савăт-сапа çуталса-ялкăшсă кăна тăрать.
Çывăх кунсенчех тăпра анализĕсем тума тытăнмалла. Кунта йăнăш ан пултăр тесен, кашни гектар çинчен тăпра тĕслĕхĕсене вуникĕ е вунултă тĕлтен илсе тĕрĕслемелле. Колхозăн пĕтĕм çĕрĕ виçĕ пин гектара яхăн. Тăпра пахалăхне талккăшĕпех тĕрĕслес пулсан, пурĕ 4800 тĕслĕх илмелле. Пĕччен ниепле те вăй çитереймĕн. Çамрăк агроном комсомолецсемпе, шкул ачисемпе, учительсемпе калаçса пăхрĕ. Пурте ăна пулăшма пулчĕç. Шкул ачисемшĕн ку ĕç тата биологи е географи вĕреннĕ çĕрте те питĕ усăллă. Çамрăксем, хăйсем сисмесĕрех, пурнăçра çĕнĕ савăнăç тупрĕç. Аса илĕр-ха: «Пирĕн ялта нимĕнле савăнăç та çук» — тесе, вĕсем колхоз председательне пĕррехинче «çăвăр автансем пекех» сăхса пĕтернĕччĕ. Çĕрĕç ăслăлăхĕ, ӳсентăрансен кăткăс пурнăçĕ халь вĕсене илĕртмеллипех илĕртет. Çутçанталăк вăрттăнлăхĕсене вĕсем хăйсен куçĕпе курасшăн, хăйсен ăстăнĕпе тĕпчесе пĕлесшĕн...
Çамрăк агрономăн чĕри хавассăн кăртлатса тапать. Ĕçе, халь ĕнтĕ пĕтĕмпех ĕçе парăнмалла. Кашни кун мĕн те пулин çĕнни хускатмалла. Кашни кунăн хăйĕн мехелĕ, хăйĕн сăн-сăпачĕ пур. Шухăшла-ха ĕнтĕ: калăпăр, пĕр-пĕр кун иртсе каять, урăх вара ĕмĕрне те каялла таврăнмасть. Ыранхи кун вăл — пачах урăх кун. Тĕрĕс калаççĕ ваттисем: вăхăт иртмест, ĕмĕр иртет. Асту, Микулай тусăм, харам иртнĕ ĕмĕршĕн кулянмалла ан пултăр!..
Çук, çук, ун пек пулма пултараймасть! Ан тив, çамрăк агроном халлĕхе куçа курăнмалли ĕçех тăвайман тейĕпĕр. Чумайкин доцент парса янă тулăпа сахăр кăшман вăрлăхне те вăл кăçаллăха Кĕтерук кинеми пахчине çеç акса хăварчĕ. Анчах ӳлĕм! Ӳлĕм унăн хирте-хăйĕн сăнав делянкисем пулĕç. Иван Андреевичăн та хăйĕн «юратнă студенчĕшĕн» кӳренмелле пулмĕ. Шангин агроном халиччен, никам туса курман селекцисем тăвĕ, тĕлĕнмелле гибридсем, ĕмĕрне пулман сортсем çитĕнтерĕ. Вĕсене, тен, «Шангин сорчĕсем» тейĕç. «Маяк» колхоз сорчĕсем!..
Вăхăт çитĕ, Шангин агроном кĕнеке те çырĕ. Анчах тăпра юхăнни çинчен мар, тăпра çĕнелни, сĕтекленни, тутлăхланни çинчен. Унччен пурнăç кĕнекине, уй-хир кĕнекине лайăхрах тĕпчесе вуламалла. Чăн та, тĕленмелле пысăк кĕнеке мар-ши ĕнтĕ пирĕн тăван уй-хир! Тулă, ыраш, пăрçа, хуратул, урпа, пăри, кукуруза, вир, сахăр кăшманĕ, çĕрулми пуссисем — çав пысăк кĕнекен сарлака страницисем! Вула вĕсене, агроном, тимлĕрех тĕпче!..
Агроном... Мĕн тери илĕртӳллĕ ĕç!.. Çук, агроном çӳлтен килекен паха кăтартусене тивĕçлипе пурнăçа кĕртекен çын кăна мар. Вăл хăй тĕллĕн шухăшлама, хăй тĕллĕн ĕçлеме пултаракан çын. Аслă ӳй-хир кĕнекинче вăл яланах çĕнĕ шухăшсем шырать. Пурнăç хирĕ урлă çĕнĕ сукмаксем хывать.
Шангин агроном хăйĕн ĕçĕпе ялти мĕнпур çамрăк йыша хавхалантарĕ, Кирлĕ пулсан, вăл шкулти «труд урокĕ» тенине те хăй çине илĕ, ачасене химие е ботаникăна та хăех вĕрентме тытăнĕ. Ĕçхĕл савăнăçĕ... Акă ăçта курĕç çамрăксем ĕçхĕл савăнăçне!..
Пăхăр-ха ĕнтĕ, Шангин агроном уçнă агрохими лабораторийĕ кĕске вăхăтрах çамрăксемшĕн «чун туртнă» кĕтес пулса тăчĕ. Унăн «хуçине», çамрăк агронома, пурте ĕнтĕ Николай Степанович тесе чĕнме тытăнчĕç. Çак хисеп мĕнле, хăш вăхăтра килсе çитнине агроном хăй те лайăххăн сиссе ĕлкĕреймерĕ.
Ирсерен Николай Степанович, ниçта пăрăнса кĕмесĕр, чи малтан хăйĕн ырă кĕтесне — агрохими лабораторине пырать.
Çĕртме уйăхĕ вĕçнелле çанталăк çумăра кайрĕ. Тыр-пулшăн ытлашши нӳрлĕх те аван мар: çур тыррисем каюллă ӳсеççĕ, çĕрулми авăра каять, ыраш пучахĕсем сикчĕллĕ пулаççĕ. Пур çĕрте те хайхи çумкурăкĕ ашкăрса хăпарать. Çумăр, çумăр, çумăр... Епле утă çулса пухмалла-ха кун пек çанталăкра?
Николай Степанович лабораторие кĕнĕ-кĕменех барометр патне пырать, ăна шĕвĕр пӳрне вĕçĕпе тăкăртаттарса шаккать, анчах барометр йĕппи «йĕпе-сапа» тĕлĕнчен вир пĕрчи чухлĕ те сикмест.
Пĕррехинче, пачах кĕтмен çĕртен, агрохими лабораторине колхоз бухгалтерĕ Иван Трофимович пырса кĕчĕ. Хăйĕн хăнăхнă йăлипе вăл алăк янаххи урлă каçсанах карттусне хыврĕ. Унăн çаврака та яка пуçĕ тĕксĕмрех пӳлĕмре йăлтăр кăна çуталчĕ. Унччен те пулмарĕ, урам енчи кантăкран сĕтел çине хĕвел пайăрки ӳкрĕ. Хĕвелĕ те шăпах çав самантрах çумăр пĕлĕчĕсем хушшинчен шуса тухрĕ иккен. Ĕнтĕ пӳлĕмре мĕнпур кĕленче савăт-сапа йăлтăртатма-ялкăшма тытăнчĕ.
— Ырă кун, Николай Степанович, — терĕ бухгалтер, хăюсăртараххăн малалла иртсе.
— Ырă пулассăн туйăнать-ха, Иван Трофимович, — кăмăллăн сăмах хушрĕ çамрăк агроном. — Эс килсе кĕрсен, хĕвел те, авă, йăлтăрах кулса ячĕ.
— Хĕвел вăл пире пăхăнмасть-ха, — пуçне пăркаларĕ бухгалтер. — Çумăрне хăть парăнтарасчĕ... Сан кунта, Николай Степанович, пăрмалли пĕр-пĕр кран пекки çук-и? Пăрас та çумăра чарас!..
— Çук çав, лартаймарăм, Иван Трофимович, — пăшăрханнăн шӳтлесе илчĕ агроном. — Ӳлĕм пулĕ-ха. Çумăрне кирлĕ чух çутарăпăр, чармалла чух чарăпăр!
Иван Трофимович урăх сăмах хушмарĕ. Лабораторири япаласене вăл питĕ тимлĕн пăхса çаврăнчĕ. Агроном ăна хăйне аякран пăхса-сăнаса тăчĕ. Бухгалтерăн çаврака çутă пуçĕ темĕнле пысăк колба евĕр курăнать. «Мĕн тĕрлĕ цифрăсем вĕретсе кăларман-ши вăл хăй ĕмĕрĕнче çав пысăк колбăра?» — кулкаласа шухăшлать агроном.
— Аван, — терĕ юлашкинчен Иван Трофимович . — Питĕ паха япала! Халăх укçи харама кайман...
Çапла каларĕ те бухгалтер тухса кайрĕ. Авă мĕн пирки хыпăнса çӳрет иккен вăл, канăçа пĕлмен шут ăсти! «Халăх укçи харама кайман...» Тахăшĕ каллех бухгалтер сĕтелĕ çине элек наркăмăшне «пырса тумлатнă» пуль-ха?! Агроном хăй валли кабинетсем тăвать имĕш, ăшă йăва çавăрать, хаклă савăт-сапа туянать, колхоз укçи-тенкине вырăнсăр тăккалать...
Çук, тăвансем, вырăнсăр мар, пурте йăлтах вырăнлă! Эсĕ те, ырă Иван Трофимович, кун пирки ан иккĕлен!.. Тĕрĕслени, паллах, никама та, нихăçан та пăсмасть.
Килти кукша яла тухнă, теççĕ. Сыхланса çӳремесен, ялта питĕ хăвăрт ят сарăлать. Хайхи вара çын пичĕ çинчи пĕчĕк шĕпĕн тĕ тем пысăкăш çăпан пек курăнса каять. Турпаллинчен шуйттан палли пулса тăрать.
Çавал хĕрринчи тытăçура куç айне кăштах кăвакартсан, Микулайран пĕр Уруков кăна мар, кашни паллаканĕ: «Мĕн пулнă та мĕн пулнă?» — тесе ыйтатчĕ.
«Ывăлĕн» сăнĕ улшăннине пуринчен малтан асăрханă Кĕтерук кинеми çеç нимĕн те ыйтмарĕ. Темĕнле йывăр хуйхă килсе йăтăннă пек, вăл ассăн сывласа илчĕ те тĕпел кукринчи тенкел çине лаштах ларчĕ. Микулайăн вара ирĕксĕрех чунне уçмалла пулчĕ.
— Ан кулян, кинеми, — тĕксĕм хура куçĕсене ытарлăн ялкăштарса илчĕ вăл. — Хăрушши ним те çук. Эпĕ пĕрисене Çавалта тĕне кĕртрĕм... Ачисем пысăкраххисем çакланчĕç... Тапкаланаççĕ, çапкаланаççĕ... Тĕне кĕресшĕн мар... Пĕри мана чышкипе питрен лектерчĕ... Çавă çеç...
Кĕтерук кинеми ăнланчĕ.
— Леш тăсланкăсем пуль-ха? — терĕ вăл. — Вĕсене кăшт тăн кĕртни пăсмасть. Анчах усалсемпе çыхланса, хăвăн усал ят илтес марччĕ.
— Ан пăшăрхан, кинеми, йăлтах йĕркеллĕ пулĕ!.. Халь, акă, куç айĕнчи кăвак юнăхран йĕрĕ те юлмарĕ. Микулай ĕнтĕ «Хаяркина тыткăнĕнчен» те хăтăлчĕ. Куллен укола çӳрессине çапла калатчĕ вăл. «Шалиш! Уколсен вăхăчĕ иртрĕ! — чунтанах хĕпĕртет çамрăк агроном. — Малашне ӳтĕм-пĕвĕм те таса, чун-чĕрем те таса. Кун пек чух ĕçлеме те кал-кал!»
Урамра мотор кĕрлени илтĕнчĕ. Агроном кантăкран пăхрĕ те колхозăн «газикĕ» лаборатори умнех çитсе чарăннине асăрхарĕ. Машинăран Уруковпа Сармаев тухрĕç. Вĕсем крыльца патнелле ,иртнĕ хушăра Ванька Черкалов, кабинăран пуçне кăларса, такама куç хĕсрĕ, аллипе кăчăк туртрĕ. Ахăртнех, медпункт кантăкĕ умĕнче Римма Хаяркина тăрать. Юлашки вăхăтра Ванькăпа Римма чăнласах туслашрĕç пулас. Ванька Черкалов Риммăна час-часах хăйпе юнашар лартса çӳрет, май килнĕ чух е хулана, е вăрмана... уçăлма илсе каять. Çӳреччĕр, çулĕсем тикĕс пулччăр!..
Халĕ те, акă, пуçлăхсем машина патĕнчен кăшт аяккарах пăрăннă-пăрăнман, Римма Хаяркина каччă патне чупса тухрĕ. Анчах Микулайăн вĕсене сăнаса тăма вăхăт çук, тепĕр тесен, сăнама та аван мар... Хăй ăшĕнче халь ĕнтĕ вăл питĕ çывăх туслашса кайнă Риммăпа Ванька Черкалов çине кăшт ăмсанарах та пăхать. «Пурте хăйсен телейĕсене тупаççĕ, — тет вăл. — Пĕр эпĕ çеç... пĕр эпĕ çеç... Риммăна та хамран хамах сивĕтрĕм...»
Пӳлĕме Уруковпа Сармаев кĕчĕç.
— Пăх та кур пирĕн агронома! — алăк патĕнчех сăмах хушрĕ колхоз председателĕ. — Кабинет туса патăмăр та, хайхи вăл уй-хир çулне йăлтах манчĕ.
— Кабинет мар, Александр Васильевич, лаборатори! — пĕр кулмасăр хуравларĕ агроном. — Халь çеç уялла тухса каяс тесе тăраттăм-ха.
— Юрĕ, машинăпах кайăпăр, — килĕшрĕ председатель. — Пирĕн те лабораторие кĕрсе курас килчĕ. Хам каланă пекех, академи филиалĕнчен пĕртте кая мар!
Çапла-и, Петр Иванович?
— Апли аплах мар-ха та, — кулкаласа хирĕçлерĕ Уруков. — Эсĕ, Александр Васильевич, кăшт мухтанма юрататăн.
— Епле мухтанас мар! — Сармаевăн тăртаннă пичĕ сасартăк çамрăкланса çуталчĕ. — Хăш колхозăн пур кун пекки?
— Хăллĕхе çукрах-ха — терĕ Уруков. — Анчах малтан ху мĕнле чăхăмланине мантăн-им? Хыт кукар!
— Чим-ха, чим, — пӳлчĕ ăна Сармаев. — Иртнине аса илмесен те юрĕччĕ.
— Манма та юрамасть, — çавăнтах хирĕç тĕртсе «илчĕ Уруков. — Ну, кайăпăр-и?
Колхоз председеталĕ вăр-варах тапранса тухма шутламасть-ха. Ăна та кăна тыткалать вăл, микроскоп витĕр пыра-пыра пăхать, çакăнти çуталакан та ялкăшакан хатĕр-хĕтĕрпе чăн-чăн хуçа пек киленет. Паянччен те кĕркелесе тухнă вăл кунта, хăй вара кашнинчех çĕнĕ тĕлĕнтермĕшсем курнăн чăн-чăн ачалла хĕпĕртет.
Тата тем сăлтавпа-çке, председатель юлашки вăхатра сисĕнмеллех улшăнчĕ — çамрăкланчĕ, хастарланчĕ, унччен мăранрах çӳрекенскер вăр-вартарах çаврăнкалама пуçларĕ.Ахăртнех, пĕркун правленире агрономпа «тытăçса» илни е çамрăксем хушшинче «тăвăл» кĕрлесе иртни пулăшрĕ-тĕр?! Ватталла тайăлакан çынна çамрăк чун кĕчĕ. Вăл шыва май ишекен пĕрене инерцийĕнчен куçкĕретĕнĕх хăтăлса пырать. Ăна кура парторганизаци секретарĕ Уруков та савăнать.
— Сăна-ха пирĕн председателе! — тет вăл вара час-часах, агронома аяккинчен тĕртсе. — Яш-кĕрĕмрен юласшăн мар.
«Тем пекчĕ, тем пекчĕ!» — хăй ăссĕн шухăшлать агроном.
Вĕсем машинăпа ыраш пуссине тухрĕç. Ĕнтĕ ыраш паян-ыранах пучах кăлармалла, шăркана лармалла. Кунта председателе пĕр шухăш канăç памасть.
— Малашне те хальхи пек çумăрлă çанталăк тăрсан, — тет вăл, çӳллĕ тырă хушшине кĕнĕçем, — ыраш лайăххăн шăркана лараймасть. Пучах сикчĕллĕ пулать. Мĕн тумалла? Агроном, кала!..
Агроном та тырă хушшине кĕрет, анчах председатель пек лăппи-лаппи пусса мар, питĕ сыхланса. Ун хыççăн пĕр ыраш туни те таптанса-хуçăлса юлмасть.
Çакна чи малтан Уруков асăрхарĕ, хăй вара ерипен председателе систерчĕ. Лешĕ хайхи агронома пикенсех сăнама тытăнчĕ. Чăн та, епле утать-ха агроном?
Машинăпа акнă ыраш ретĕн-ретĕн хунавланса ӳсет. Ретсем хушшинче лăп та шăп хăрах ура тупанĕ вырнаçмалăх пушă вырăн пур. Агроном,çӳллĕ ыраш тунисене икĕ аллипе аяккалла сирсе, урине ретсем хушшинчи пушă йĕр çине пусать. Пĕр тунана та таптамасть.
Çавна сăнаса пычĕ-пычĕ те председатель хăй ăшĕнче: «Вăт ку агроном! — терĕ. — Чăн-чăн тырă ăсти! Эпир пур — ĕмĕр-ĕмĕр ака туса пурăннă, калча тăрăх утма веренеймен... Упа пек, лăппи-лаппи пусса çӳретпĕр, хамăр çиекен çăкăра хамăрах таптатпăр».
— Николай Степанович, — питĕ хисеплесе те питĕ асăрханса сăмах хушрĕ председатель, — пăхатăп-пăхатăп та — эс, акă, тырă хушшинче питĕ чипер утма пĕлнинчен тĕлĕнетĕп. Кам вĕрентнĕ сана?
Çамрăк агроном именнипе хĕрелсе кайрĕ.
— Атте-анне, — терĕ вăл сăпайлăн. — Вĕсенчен пуçне кам вĕренттĕр урăх!.. Халь пучах сикчĕллĕ пуласран епле сыхланасси пирки шухăшласа пăхар, — агроном вăрăм ыраш тунисене ачашшăн пĕр ывăçа пуçтарчĕ. — Тепле нумай çусан та, çумăр пĕр тăтăшшăн эрни-эрнипех çуса тăмĕ. Хушăран хĕвеллĕ кунсем пулĕç, кунсем мар пулсан, паянхи пек хĕвеллĕ самантсем килсе тухĕç. Паян та хĕвел пĕр пытанать, пĕр çуталать. Эпир çавăн пек самантсемпе те пулин усă курма тăрăшăпăр. Ыраш шăркана ларсан, хире çамрăксене илсе тухăпăр, вĕсене тилхепесем тыттарăпăр.
— Чим, мĕн тума? — шикленсех ыйтрĕ председатель. — Ун чухлĕ халăха тырă хушшине кĕртсе ярсан, вĕсем йăлтах таптаса пĕтерĕç.
— Тăхта, Александр Васильевич, — пӳлчĕ ăна Уруков. — Эс малалла итле!
— Малалла ак çапла, — терĕ агроном. — Çамрăксем, икшерĕн тăрса, тилхепесене вĕçе-вĕçĕн тытса тăсаççĕ те майĕпен ыраш хушшине кĕрсе каяççĕ. Тилхепе пучаха ерипен сĕртĕнсе пынă май, шăрка сывлăша нумайрах вĕçсе хăпарать, çапла хайхи пучахсем çине те каялла ытларах вĕçсе ларать. Чухлатăр-и? Çак ĕçе йĕркеллĕ туса ирттерсен пĕр сикчĕллĕ пучах та юлмĕ. Тырра таптаса пĕтерессинчен хăрама кирлĕ мар, эпир çамрăксене тырпул хушшипе çӳреме лайăх вĕрентĕпĕр.
— Тĕрĕс, питĕ хитре шухăш! — чунтанах савăнчĕ председатель. — Калатăп-çке-ха пирĕн колхоза пули-пулми агроном килес çук тесе! Чăн-чăнни килчĕ, чăн-чăнни!..
— Каллех çын пархатарĕпе каппаятăн, — тĕртсе илмесĕр тӳсеймерĕ Уруков. — Ах, Александр Васильевич, каппайланмалла мар пирĕн, вĕренмелле!.. Кăвакарнă пуçăмăрсене чиксех вĕренмелле.
— Ку сăмах та тĕрĕс, — килĕшрĕ Сармаев. — Ну, кайрăмăр!.. Йĕпе кĕтесрен, ав, каллех хура пĕлĕт капланса килет.
— Манăн сахăр кăшманĕ патне çитмелле, — терĕ агроном. — Унта тем ĕç-пуç ватлах мар-ха...
— Машинăпа вĕçтерĕпĕр, — тараватланса сĕнчĕ председатель. — Атьăр, ларăр!
— Çук, чăрманма кирлĕ мар, — хирĕçлерĕ агроном. — Эпĕ çуран çӳреме юрататăп... ытларах куратă-и, тĕплĕрех шухăшлатăн...
— Эсĕ мĕн юратнине пĕлетпĕр-çке, — пĕр-пĕрне куç хĕссе илчĕç Уруковпа Сармаев.
— Юрĕ, эппин, эпир кайрăмăр, — терĕ Петр Иванович, машина çине ларнă май. — Пирĕн тата сысна фермине, унтан сада çитмелле. Çумăра пула пыл хурчĕсем аптăраççĕ, пыл пухаймаççĕ. Çу варринчех вĕсене сахăр шывĕпе апатлантарма лекет...
Çамрăк агроном хирте пĕччен юлма шут тытнине парторгпа председатель малтанах сисрĕç. Сахăр кăшманĕ патне ăна мĕн туртнине те вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Унта... Чимĕр-ха, вăхăтсăр мала чупса иртер мар.
Микулая халь пĕр япала çеç пăшăрхантарать. Вăл тăван ялне, ашшĕ-амăшĕ патне кайса кураймарĕ. Кĕçех вĕри ĕççи пуçланать. Вăхăт та çук. Ытах, тырпул пухса кĕртсен, çитсе килĕ-ха. Кĕркуннепе. Унччен тăхтăпăр.
«Йĕпе кĕтесрен» хура пĕлĕт капланса хăпарнине пăхмасăрах, Николай Степанович хирте пĕччен юлчĕ, ял пуçĕнчи кĕперпе Çавал урлă каçса, çуранах Камай вăрманĕ еннелле уттарчĕ.
30
Хир çулĕпе нумаях та малалла каяймарĕ çамрăк агроном, вăрман енчен темĕнле çăмăл машина кĕрлеттерсе килнине асăрхарĕ. «Маяк» колхозăнни пекех — «ГАЗ-69» текенни. Шангин тĕлне çитсен, машина чарăнчĕ. Кабинăра, шоферпа юнашар, Иван Демьянович Хадаров лара парать. «Тĕлсĕр тĕлпулу, — эрленсе шухăшларĕ Микулай. — Мĕн шыраса çӳрет-ши?..» Лешĕ кабина алăкне уçрĕ те:
— Ăçта çав сирĕн пуçлăхсем? — тесе ыйтрĕ. — Пĕтĕм ялĕпе те хирĕпе çаврăнтăм — тупаймарăм... Питĕ кирлĕччĕ...
— Садра пуль вĕсем... е сысна ферминче, — ирĕксĕртереххĕн хуравларĕ çамрăк агроном. — Халь анчах кайрĕç... Хуса çитме те пултаратăр...
— Тепĕр тесен... — мăнттай кӳлепипе йывăррăн çаврăнкаласа, Хадаров кабинăран тухрĕ. — Эпĕ сирĕнпе те калаçма пултаратăп... Эсир — çапах та агроном... Сăмахĕ — шăпах агротехника пирки...
— Тархасшăн, — кăмăллах та мар килĕшрĕ Шангин. — Итлеме хатĕр... — Хăй ăссĕн шухăшларĕ: «Паллах, Нина пирки... Чуна ыраттаракан сăмах-юмах...»
Шалпар хура плащ тăханнă Иван Демьянович хальчченхинчен чылай кĕрнеклĕрех курăнать. Пуçĕнче унăн çӳллĕ кăшăллă та катмар тӳпеллĕ сарă сăран карттус. «Пирĕн саманари вăтăрмĕш çулсем...» — хăй тĕллĕн кулкаласа илчĕ Шангин. Чăн та, унашкал карттуссене вăл пурнăçра мар, киносенче çеç куркаланă-ха, çапах «вăхăт палли» асра юлать-юлатех. Хадаров халь Микулая шăпах çав вăхăтсенчи кинофильмран тухса килнĕ пĕр-пĕр прораб пек курăнса кайрĕ. «Тумĕ çеç мар, чунĕ те улшăнман-тăр ку этемĕн унтанпа?!» — кăшт шикленерех шухăшларĕ çамрăк агроном.
Хадаров ăна сылтăм аллипе хул айĕнчен тытрĕ те (пуçлăхсен йăли) ансăр хир çулĕпе ерипен кăна малалла çавăтса кайрĕ. Кĕске кунчаллă хром атă тăхăннă тачка урисемпе хăй упалла лăппи-лаппи пускаласа утать, анчах çамрăк агроном утăмĕпе ниепле те килĕштерсе пыраймасть.
— Эс тăхта, эпĕ халех, — терĕ вăл, шоферĕ еннелле çаврăнса.
Унтан Хадаров пĕр хушă чĕмсĕррĕн утса пычĕ. Утнă май хăйĕн шалпар плащĕ çеç хыттăн кушăртатать, хăй те йывăррăн хашлатса сывлать. Калас шухăшне калама витĕмлĕрех сăмах шырать пулас вăл е шоферĕ илтесрен сыхланать, çавăнпа çамрăк агронома машинăран епле те пулин аяккарах çавăтса кайма тăрăшать.
— Коллегăмçăм, — хăйăлтирех сассипе пăшăлтатса илчĕ вăл хайхи, тата тепĕртак кайсан, — вăтăр гектар кантăра пĕтертĕр пулать? Пуçĕпех!..
Шангин утнă çĕртен тăпах чарăнчĕ.
— Эпĕ сире хисеплетĕп, Иван Демьянович, — терĕ çамрăк агроном, ним калама аптранă енне. — Сире пурте хисеплеççĕ. Анчах каçарăр та, Хадаров юлташ, эсир ку хыпарпа кăшт каярах юлнă... Иккĕмĕш бригадăри кантăр кашласах ӳсет... Чăн та, эсир калашле, вăтăр гектар мар, çирĕм пиллĕк кăна... Акасса шăп та лăв çавăн чухлĕ акнă... Питĕ шел, шанчăклах мар сирĕн хыпарçăсем...
— Мĕнле хыпарçăсем? — сасартăках шăртланчĕ Хадаров.
— Ара, осведомительсем, эппин, — малтанхи пекех явап пачĕ Шангин. — Сирĕн вăрттăн агентăрсем...
— Чĕлхӳне ытлашши ирĕке яратăн, çамрăк юлташ, — сиввĕн хăйăлтатса тухрĕ Хадаров сасси. — Вăтăр гектар-и, çирĕм пиллĕк-и — уйрăмми çук. Анчах Пайгусов бригадинче кантăр пĕтнине эпĕ пит лайăх пĕлетĕп. Мĕншĕн халиччен акт çырман? Мĕншĕн пирĕн пата тивĕçлĕ документ тăратман? Пытарасшăн?.. Çук, çук, пачах ырă мар утăмран пуçăнтăр эсир, çамрăк коллегăмçăм, хăвăрăн кунçулăра!.. — Халь ĕнтĕ Хадаров хĕвел çаврăнăш хуппи пекех пĕрхĕнтерме тытăнчĕ сăмаха. — Вăтăр гектар!..
— Вăтăр гектар мар, çирĕм пиллĕк, — каллех пӳлчĕ Шангин.
— Ан тив, çирĕм пиллĕк пултăр — аллине сулчĕ Хадаров. — Анчах кантăр! Кантăр! — халь вара вăл икĕ аллине те пĕлĕтелле кăмтарчĕ. — Чи паха техникăллă культура!.. Мĕн тери пысăк сăтăр колхоза, халăха, патшалăха!.. Турăçăм, ăçта çитсе тăтăмăр эпир?.. Мĕне вĕрентеççĕ халь институтра?..
— Чимĕр-ха, Хадаров юлташ, — тăвăнса килнĕ çиллине аран çеç тытса чарчĕ çамрăк агроном, — тем капла хир варринче çуйхашса тăриччен кантăрне кайса пăхăпăр. Тĕрĕслĕпĕр...
— Э-э ,çу-ук!.. — шĕвĕр пӳрнипе юнаса илчĕ Хадаров. — Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн!.. Шăхличĕ... Понятойсемсĕр утăм та ярса пусмастăп... Председатель хăй пултăр... Парторганизаци секретарĕ... Ревкомисси...
— Питĕ аван! — хĕпĕртесех килĕшрĕ çамрăк агроном. — Маншăн та, колхозшăн та аван... Пытармастăп, кантăр чăннипех пĕтме пултарнă...
— Ха, пултарнă эппин? — çумăр хыççăн çул çине хухнă тăпра ăманĕ пек авкаланса илчĕ Хадаровăн çилĕпе кăвакарнă тути. — Кантăр пĕтме пултарнă. — Шангин çăлса хăварнă. Анчах мĕнле майпа?..
— Çаплах...
— Пĕлетпĕр, пĕлетпĕр!.. Чип-чипер шăтас кантăра тытнă та сӳрелесе пăрахнă!.. Хыçалтан хуп-хура çĕр выртса юлнă... Тĕнчере кам ун пек хăтланать? Кам хушнă сана? Кам инструкци панă?
— Инструкци... — хăй тĕллĕн кулса илчĕ çамрăк агроном. — Пăрлă çумăр хыççăн тăпра питлĕх пек хытса ларсан, мĕн тунă пулăттăр-ха эсир, районти опытлă специалист?.. Инструкципех кăпкалатма çук-çке...
— Ротационная мотыга! — наукăра темĕнле çĕнĕ «открыти» тунă пек, уйрăмах янратса каларĕ çак икĕ сăмаха Хадаров. — Кустăрмаллă катмак!.. Мĕн, эсĕ хаçат та вуламастăн-им? Çĕнĕ техникăпа анлăрах усă курмалла!..
— Ырă канашăршăн тавтапуç, Иван Демьянович, — терĕ Шангин тӳлеккĕн. — Анчах ăçта-ха вăл кустăрмаллă катмакĕ?
— «Сельхозтехника» складĕнче... Кайăр та илĕр... Председателе калăр... Эсĕ — агроном...
— Илтрĕм-ха, — çамрăк агроном евĕккĕн пуç тайрĕ те малалла Хадаров сăмахĕсемпех хушса хучĕ: — Сирĕн ăслă кăтартăвăра çирĕп асра тытăпăр — малашне çĕнĕ техникăпа анлăн усă курăпăр... Çапах та, Иван Демьянович, ман сиртен хăшпĕр япала пирки ыйтса пĕлмелли пур... Эсир ку районта нумайранпа ĕçлетĕр... «Маяк» сирĕншĕн — тăван колхоз... Ĕçре эсир яланах çĕннишĕн хыпăнса çунатăр: «Çĕнни!.. Коммунизм калчи!..»
Иван Демьянович сисрĕ: çамрăк агроном те шахвăртса калаçать, темĕнле вăрттăн серепе лартма хатĕрленет. Хайхи ватă агроном упанни евĕр пĕчĕкçĕ хăмăр куçĕсемпе çамрăкки çине чăрр тинкерсе пăхрĕ те:
— Коллегăмçăм, — терĕ кӳреннĕн, — аслăраххинчен тăрăхлани вырăнсăр... Ытлашши чăрсăрланни те аванах мар...
— Мĕн эсир, Иван Демьянович!.. Асра та пулман... Шăпах çав самантра «йĕпе кетесрен» тем талккăш капланса хăпарнă хура пĕлĕт хир тӳпине çитрĕ те чĕреслетсех çумăр çăва пуçларĕ.
Çумăртан сыхланас тесе, Хадаров малтан хăйĕн «газикĕ» патнелле сулăннăччĕ, анчах машина чылай инçетре ларнине асăрхарĕ те çамрăк агроном еннелле çаврăнса пăхрĕ: пуçлăха хӳтĕле имĕш.
— Иван Демьянович, атьăр витнĕ йĕтеме! — чĕнчĕ Шангин, хăй вара тӳрех унталла чупрĕ.
Кĕске кунчаллă атă тăхăннă тачка урисемпе лăппи-лаппи пускаласа, Хадаров та çамрăк агроном хыççăнах васкăрĕ. Хир варринчи витнĕ йĕтемрен, тĕрĕссипе, ячĕ çеç юлнă темелле. Ун тăрринчи кивĕ улăм нумай тĕлте çил-тăвăлпа вĕçсе пĕтнĕ. Енчен енне витĕр çил кастарса вĕрет. Çапах та тырă сăвăрмалли машинăсем ларакан пĕр кĕтесре Хадаровпа Шангин кăшт хӳтлĕх тупрĕç-тупрĕçех.
Çамрăк агрономăн кăна мар, ваттин те паян куçа-куçăн калаçмалли сăмах пур-тăр çав. Ахаллĕн мĕн тума вăл шăтăк-шатăк лупас айне килсе тăрĕччĕ? Унăн çăмăл машина пур. Çумăр чашкăрта пуçласанах, вăл «газикĕ» çине ларĕччĕ те ялалла вĕçтере парĕччĕ. Ытах çамрăк агронома та çумăртан машина ăшне кĕрсе пытанма чĕнĕччĕ. Çук çав, шофер умĕнче сăмах ваклас килмест унăн. Сас-хура сарăлма пултарать. Ахăртнех, çамрăккине вăл пĕр-пĕр витĕмлĕ сăмах каласшăн, «ĕçре пулăшакан усăллă кăтарту» парасшăн?!. Тен, ятласшăн, «тăн кĕртесшĕн»? Юрĕ-çке, çамрăк агрономăн та çак «опытлă специалиста» пат тӳррĕн каламалли пайтах пухăннă... Çăкăр-тăвар хире-хирĕç пултăр эппин!..
Тӳпери хĕвеле хура пĕлĕт талккăшĕпех хупласа илнипе çанталăк питĕ тĕксĕмленчĕ, кичемленчĕ. Вăхăтсăр каç пулса килчĕ тейĕн.
Иван Демьяновичăн сăнĕ те сисĕнмеллех улшăнчĕ. Яланхи кĕре пит-куçне темĕнле сарăрах тĕс çапрĕ. «Ытлашши пиçсе çитнĕ кавăн...» Сарлака çамкине пăтăр-пăтăр шултра тар тапса тухрĕ. Ку ĕнтĕ çумăртан пытанас тесе сăрпаланнипе. Иван Демьянович çамрăк агронома тем каларĕ пулас — тăпра ăманĕ пек курăнакан çӳхе кăвак тути юлхавлăн авăнкаласа илчĕ. Анчах кивĕ улăм çине чашлаттарса çапăнакан çумăр шавĕ витĕр Микулай унăн пĕр сăмахне те илтсе юлаймарĕ.
— Çамрăк коллегăмçăм, — хальхинче хытах кăшкăрса каларĕ Хадаров, — мĕн ыйтса пĕлесшĕнччĕ эсĕ? Кирлĕ пулсан, пулăшма хатĕр... Яланах...
Халĕ ĕнтĕ Микулайăн калаçас кăмăлĕ тăнчах пĕтсе ларчĕ. «Хадаров — пысăк çын, — шухăшларĕ вăл. — Тĕрĕссипе, манăн пуçлăх. Анчах мĕн тери мĕскĕн курăнать вăл çак самантра!.. Çын кӳлепи... Этем хапи...»
— Эпĕ итлетĕп, — хăй пурри çинчен тата тепĕр хут асăрхаттарчĕ Хадаров. — Кĕтетĕп...
«Картран вĕçерĕнес марччĕ кăна! — хăйне хăй пăркăчлать Микулай: — Чăтăм çиттĕрех, тӳсĕм çиттĕрех! Тепле пулсан та ,вăл санран аслăрах çын... Çулĕпе... Çут тĕнчере нумайрах пурăнса курнă... Ялта та хисеплеççĕ ăна... Районта та... Анчах мĕншĕн?.. Хăраççĕ?.. Ун хӳттипе ялта унăн арăмĕ Ăçтиçук-Таçук иртĕхет... Пурпĕрех чăт, Микулай, халлĕхе тӳс!.. Анчах пауза ытлашши вăраха тăсăлчĕ. Мĕн те пулин каламаллах...»
Çумăр чашкăртать те чашкăртать, йĕтем таврашĕнчи кивĕ улăма шӳтерсе пирчетет. Микулай пур, çаплах хăй сăмахне пуçласа калаймасть-ха. Кунашкал вăрахчен чĕмсĕрленсе тăни ырах та мар.
— Ăнланаймастăп, — каллех систерет Хадаров, — е çав тери мăн кăмăллă эс, çамрăк юлташăм, е...
— Çук-ха, Иван Демьянович, — ассăн сывласа илчĕ Микулай, — хам шухăшăн вĕçне-хĕрне тупаймарăм... Таçтан тытăнмалла?..
— Кала тӳрех! — вĕчĕрхенсе хистерĕ Хадаров.
— Юрĕ, калам эппин, — сасартăках хăюлланчĕ Шангин. — Вăт, Иван Демьянович, ĕлĕкрех эсир хăвăрăн тăван колхозăра питĕ пулăшнă, теççĕ.
— У-у, эпĕ хытă тăрăшнă колхозшăн! — хăпартланса хушса хучĕ Хадаров. — Вăя хĕрхенмен!..
— Питĕ аван, — терĕ малалла Шангин. — Халĕ те пулăшасчĕ... Хăвăрах пĕлетĕр — япăх пурăнать колхоз... Чухăн... Йывăр лару-тăру... Мĕн тумалла?
— Вăрçă хыççăнхи чи йывăр çулсенче те эпир аптăрасах кайман, — тем вăрттăн сăмах пĕлтерес пек, Микулая хăлхинчен пăшăлтатса каларĕ Хадаров. — Колхоза эпĕ патшалăхран кивçен вăрлăх илме пулăшаттăм... Ссуда, ара, ссуда!.. Фураж унта, укçа-тенкĕ...
— Кивçен илнине тавăрса памалла-çке, Иван Демьянович, — чунтан пăшăрханса хуравларĕ Шангин.
— Эпĕ ку енчен те пулăшнă, — чеен кулса илчĕ Хадаров. — Хе-хе-хе... Списать тунă...
«Списать?.. — Микулай чĕрине самантрах вĕри юн таппи пырса çапрĕ. — Списать?.. Патшалăх пирĕн пуян имĕш... Сăптăр та сăптăр... Эсĕ те, Иван Демьянович, хăвăн тăван колхозна вăхăтлăха ĕçлеме килсен, патшалăхран подъемнăйсем хăйпăтса илнĕ... Унтан виçĕ çул хушши уйăхне пин те икçĕршер тенкĕ шалу илсе тăнă!.. Çапах та тӳс, Микулай тусăм! Халлĕхе чăт! Картран ан вĕçĕрĕн! Санăн çак этеме витĕрех тĕпчесе пĕлмелле!..»
— Тата тепĕр ыйту, Иван Демьянович, — ним пулман пекех шăлне çыртса сăмах хушрĕ çамрăк агроном. — Эсир, акă, Иван Демьянович, районти ялхуçалăх управленийĕн аслă агрономĕ. Пĕтĕм çĕрĕçĕн технологийĕ сирĕн алăрта. Эсир — главнăй технолог!.. Калăр-ха, тархасшăн, колхозсенчи пусă çаврăнăшсем пирки мĕн шутлатăр эсир? Мĕнле пăхатăр çак ĕç çине? Каçарăр, тен, ман ыйту вырăнсăр?!.
Хадаров нумай шухăшласа тăмарĕ.
— Вырăнлă, питĕ вырăнлă! — терĕ вăл, çамрăк агроном мĕнле ыйту парассине малтан пĕлнĕ пекех, питĕ тĕплĕн ăнлантарма пикенчĕ. Кăшт хăйăлтирех сасси хăйĕн пĕр тикĕссĕн чăштартатать, кивĕ улăма шӳтерекен çумăр чаштăртатнипе пĕрлешсе каять. Юрать-ха, çумăрĕ сисĕнмеллех тасалчĕ, çавăнпа Иван Демьянович мĕн калани халь ĕнтĕ хăлхана лайăхах кĕрсе юлать.
— Пусă çаврăнашĕ — питĕ кирлĕ япала! — терĕ вăл, хăй сăмахне районти колхоз шкулĕнче çирĕм-вăтăр çул ĕлĕкрех лекци вуланă мелпе шутарса. — Паллах, пĕр калăппа туса хатĕрленĕ, пурин валли те яланлăхах картса хунă пусă çаврăнăшсем пулма пултараймаççĕ, анчах кашни колхозра, кашни совхозра, пĕр сăмахпа, кашни хуçалăхра, тĕрлĕ культурăсене ылмаштарса акмалли, тăпрана кăпкалатмалли, органикăллă тата минераллă имçамсемпе çемçетмелли, гербицидсемпе сиплемелли пĕр-пĕр система, ялхуçалăхне сăтăрлакан хурт-кăпшанкăпа тата чир-чĕрпе кĕрешмелли система, вăрлăх туса илмелли система пулмаллах. Унсăрăн çĕрĕçне малта пыракан наука вĕрентнĕ пек тĕрĕс йĕркелесе пыма май çук. Çук, май çук!..
Хадаровăн вăрăм сăмахне итленĕ май, çамрăк агроном хăй сисмесĕрех анасласа илчĕ. Хадаров ăна хăйĕн упа куçĕпе чăрр тинкерсе пахрĕ, анчах «хĕвелçаврăнăш хуппине» пĕрхĕнтерме пăрахмарĕ, пĕр пуçăннă «лекцине» малалла вуласа кайрĕ: «Çĕрĕçĕ... Çĕрĕç культури... Системăсăр... Система...»
Вĕçĕмсĕр чăшăртатса тăракан сăмах юххинчен çамрăк агрономăн хăлхине уйрăм татăк-кĕсĕксем çеç кере-кĕре юлаççĕ. Шухăш пĕр ярăма сыпăнаймасть. Тата «система» сăмаха та Иван Демьянович темĕнле хăй евĕрлĕрех калать. Чăваш çыннин калаçăвĕнче ку самах, ялан тенĕ пекех, çемçен илтĕнет-ха. Тепĕр чухне самай интеллигентлă çын та «çиçтемă» тесе пуплешет. Иван Демьянович çăварĕнчен вара çав сăмах ытлашширех те çирĕппĕн тухать: «системă» тенĕ пекрех илтĕнет.
Ахăртнех, Хадаров чĕлхе тĕлĕшĕпе ытти интеллигентсенчен хăй чылай çӳллĕрех пусăмра тăнине кăтартасшăн...
Çамрăк агрономăн пĕр кулас, пĕр тарăхас килет. Хăйне тепле çирĕп тытма тăрăшрĕ пулин те, вăл юлашкинчен пурпĕрех тӳсеймерĕ. Таçта шалти чун хĕлĕхĕ çав тери хытă туртăнса карăннипе хăй тĕллĕнех сасă пачĕ темелле — ян-янраса кайрĕ.
— Пусă çаврăнăшĕ пирки эсир, Иван Демьянович, питĕ хитре каласа кăтартрăр-ха, — майĕпен пуçласа ячĕ Шангин. — Ялхуçалăх науки... Çĕрĕç культури — питĕ паха япала. Эсир, Иван Демьянович, «Маяк» колхоз валли те пĕр вунă çул каярах пусă çаврăнăш планĕсемпе тăпра карттисем туса хатĕрленĕ. Хитре плансем, чаплă карттăсем! Йăлтах хăвăр аллăрпа тунă, Тăван колхоз валли!..
— Ара çав, ара — хĕпĕртесех килĕшет Хадаров. — Тăрăшнă, тăрăшман мар!..
— Анчах... — çамрăк агроном тăхтаса тăчĕ, сывлăш çавăрчĕ. — Анчах вĕсем, çав хитре плансемпе чаплă карттăсем колхоз правленийĕнчи шкап тăрринчех сарăхса тусанланса выртаççĕ. Вунă çул хушши!.. Вĕсем çине ĕнтĕ шăна та ларми пулнă... Акă ăçта вăл «системă»!
Телĕннипе куçне-пуçне чармакласа пăрахнă Хадаров çамрăк агрономăн чăрсăр сăмахне пӳлме те хал çитереймерĕ. Шангин вара малалла тата чăрсăртараххăн кастарма тытăнчĕ.
— Ячĕшĕн, хурмишĕн тунă плансем, — терĕ Шангин. — Хут çинче — пĕр майлă, пурнăçра — тепĕр майлă!.. Йăлтах кутăнла!.. Йăлтах пуçхĕрлĕ!.. Колхозра, чăннипе, нимĕнле пусă çăврăнăшĕ те çук... Нимĕнле çĕр-ĕç культури те !.. «Маякра» çеç мар, ытти çĕрте те çавнашкалах... Çултан-çул ыраш çине ыраш, тулă çине тулă акатпăр... Мĕншĕн?..
— Мĕншĕн? — хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ Хадаров, çамрăк агроном мĕн тери чăрсăр хăтланнине тин çеç ăнкарса. — Эс, çамрăк тусăм, ан ман! — терĕ вăл шăл витĕр. — Патшалăх интересĕ!.. Эпир патшалăх интересне яланах мала хунă, хуратпăр та... Патшалăха мĕнле культура кирлĕ, çавна акатпăр... Пĕр вăхăтра пусси-пуссипе кок-сагыз акаттăмăр...
— Çапла, пĕр гектартан хăрах калушлăх каучук тухнă, теççĕ, — пӳлмесĕр тӳсеймерĕ çамрăк агроном. — Хам эпĕ ăна-кăна пĕлсех каймастăп... Ун чухне ача çеç пулнă...
— Ача çав, эс халь те ача... — çилĕллĕн чашкăрса илчĕ Хадаров. — Хăрах калуш тухнă-и унта, пĕр мăшăр-и е çĕр мăшăр — ăна пĕлместĕп. Патшалăха кирлĕ пулнă — эпир акнă... Эпĕ çавна çеç пĕлетĕп... Сорга та, суданка та, нимĕç пăрçи те акса пăхнă эпир... Хитре плансем тетĕн эс!.. Хут çинчи плансене пурнăç яланах улăштарма пултарать...
— Юрĕ, апла тейĕпĕр, — кăшт лăпланчĕ çамрăк агроном. — Анчах пусă çаврăнăш планне пăснă пирки тыр-пул тухăçĕ çултан-çул чакса пырать-çке-ха! Ку вара кам интересĕ? Мĕн, эсир курмастăр-им, сисместĕр-им çавна?
— Мĕн эпир? Эпир — пĕчĕк çынсем, — тачка хулпуççине кăлт та кăлт сиктеркелесе, икĕ аллине те лаштăрах усрĕ Хадаров. — Эпир — пысăк машинăри пĕчĕк винтиксем кăна. Пире çӳлтен хушаççĕ...
Çамрăк агроном хăй тĕллĕн кулса илчĕ. «Пĕлĕтрен те çӳллĕ, хĕвелтен те çутă аттемĕр йыхăрать. Аслăран та аслă аттемĕр хушать. Тавай, тавай, с огоньком!..» Вара тырпул хатĕрлевĕ шучĕпе колхозăн акас вăрлăхне те тиесе ăсатма лекет, выльăх апатне те... Унтан колхоз ссуда илет... Унтан Хадаров çав ссудăна «списать» тума пулăшать... Пăх та кур, пархатарлă ĕç!.. «Эпир мĕн?.. Эпир — пĕчĕк çынсем!.. Пире çӳлтен хушаççĕ...» Мĕскĕн чун, вăл ĕнтĕ хăй тĕллĕн шухăшлама та тăнчах маннă!..
Вĕсем пĕр хушă хире-хирĕç сăмах чĕнеймерĕç. Тепĕр тесен, Шангина çак çынпа юнашар тăма та аван мар... йĕрĕнес те килет унран, хĕрхенес те килет ăна... Тен, ун чухне чăннипех вăхăчĕ çавнашкал пулнă? Хăв тĕллĕн шухăшлама юраман?.. Çук, апла пулма пултараймасть!.. Шухăшлакан çын яланах шухăшлать, пĕрене тени вара... шыва май кăна ишет... Çамрăк агроном халь ентĕ лайăх ăнланать: Иван Демьянович Хадаров мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пурнăç юхăмĕпе майлашăнса пыма тăрăшнă... Пурнăçа хăй аллипе тума мар, майлашăнса пыма!..
Кăкăрне сасартăках çĕр тĕрлĕ туйăм капланса килнипе ним калама аптăранă Шангин пуçне пĕкрĕ те хăй ури айне таçтан йĕтем тулашĕнчен çумăр шывĕ юхса кĕнине асăрхарĕ. Вăл кăшт аяккарах пăрăнса тăчĕ. Шăпах çав вăхăтра, шыв пырса хускатнипе пулас, пĕлтĕрхи улăм айĕнчен хуп-хура çунатлă, хăмăртарах сарă пуçлă пысăк кăпшанкă йăраланса тухрĕ. Пулать иккен çавнашкал киревсĕр япала. Микулай, пуçне çĕклесе, Хадаров çине куç хӳрипе пăхса илчĕ. Лешĕ хура плащ тӳмисене вĕçертсе янă, сарă сăран карттусне тарлă çамки çинчен ĕнси патнелле тĕртсе лартнă...
Хăй куçне мĕн кӳрăннинчен хăех тĕлĕнчĕ Микулай, кăшт çӳçенсе те илчĕ. «Хура çунат, сарă пуç... — терĕ вăл, хăй ăссĕн. — Кивĕ улăм айĕнчи кăпшанкă эс, Хадаров! Акă мĕн!.. Санашкал кăпшанкăсене пула тăпра эрозийĕ пуçланать... Чун эрозийĕ... Пурнăç эрозийĕ...»
— Итле-ха, Хадаров юлташ, — йывăр туйăмне аран çеç пусарса ыйтрĕ çамрăк агроном, — кам эсĕ? Мĕнле этем?
— Эпĕ-и? — шартах сикрĕ Хадаров, унтан сасартăк тарăхса кайрĕ. — Эпĕ — çын, çын! Чин, чин! тенĕ пек илтĕнчĕ Шангина.
— Эпĕ — главнăй агроном! Сан пуçлăху!. Эсĕ!.. Эсĕ — амăшай пăрушĕ!.. Хăвна кура мар, пур çĕре те сĕкĕнсе çӳретĕн... Ялти пĕтĕм пурнăçа пуçхĕрлĕ çавăрттаратăн... Пусă çаврăнăшĕ!.. Пусă çаврăнăшĕ çинчен мар, пуç çавăрасси çинчен ытларах шухăшлатăн эс. Çын телейне хапсăнатăн!.. Чипер çĕртенех ман ывăл çемйине пăсрăн, каскăн чун!..
— Çук, Хадаров юлташ, — пĕр пăлханусăр хирĕçлерĕ Микулай, — пăсăк çемьене пăсма мар, тӳрлетме çеç пулать...
— Тăхта!.. Тăхта, сана та тӳрлетĕпĕр-ха! — кĕске туналлă чышкипе сывлăша хаяррăн юнаса илчĕ Хадаров. — Кăтартăпăр!.. Кантăршăн та, ыттишĕн те...
Мăнттай кӳлепине кура мар, Хадаров витнĕ йĕтем айĕнчен вăкăр пек вăркăнса тухрĕ те çул çинче кĕтекен «газикĕ» патнелле ыткăнчĕ. Ун хура плащĕн арки икĕ хура çунат евĕр сарăлса-вăркăшса пырать.
— Кăпшанкă!..
Нумай вăхăт та çуманччĕ çумăр, анчах çул самантрах йĕпенсе кайнă иккен. Васкаса лăппи-лаппи утакан Хадаров пĕр-икĕ хутчен те шуçа-шуçа кайрĕ, кăшт кăна çĕре лаплатса ӳкмерĕ.
Çамрăк агроном ăна аякран сăнаса тăрать.
— Кăпшанкă! Хура кăпшанкă!..
Акă, Хадаров машина ăшне хăвăрт кĕрсе ларчĕ те, пĕр çаврăнса пăхмасăрах, ялалла вĕçтерчĕ. «Газик» кустăрмисем айĕнчен ластăкăн-ластăкăн пылчăк вăркăнса юлать. Çăра пылчăк, хура пылчăк. Тĕрĕссипе, çав пылчăк машина кустăрмисем айĕнчен те мар-ха, Хадаровран хăйĕнчен сирпĕнет тейĕн. Нумай çултанпа пухăнса хытса ларнă пылчăк, халь, акă, çумăр шывĕпе йĕпресе, хыçалалла вăркăнать...
31
Кашни çын хыççăнах çĕр çинче хăйĕн йĕрĕ юлать... Çамрăк агроном шухăша кайрĕ. Çапла, тăпра ăманĕ те, авă, çумăр хыççăн çиеле тухнă. Пылчăклă çул тăрăх авкаланса шунă май, вăл та хăйĕн кукăр-макăр йĕрне хăварать. Хадаровăн «газикĕ» хыççăн хирти, çул çине тарăнрах йĕр юлчĕ. Упалла лăппи-лаппи пуснă ура йĕрĕсем вара чечче шатри хыççăн юлнă йĕрсем пек курăнаççĕ. Аннемĕр çĕр пичĕ çинче — чечче шатри...
Микулайăн сасартăк чунĕ çӳçенчĕ. «Çынна тиркетĕп-ха, — шухăшларĕ вăл, — анчах ман хыççăн мĕнле йĕр юлĕ-ши? Эпĕ тин кăна çула тухнă, пурнăç çулĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă. Унта та кукăр-макăр пайтах. Апла... сыхланарах ут, юлташ!»
«Сыхланарах? — хăйĕн шухăшне хăех пӳлет çамрăк агроном. — Тăпра ăманĕ пек шумалла мар-и?! Çук, тăванăм, ку мехел сан валли мар! Хăюллăрах та чăрсăртарах! — акă епле сан мехелӳ. Хăвăн çулна суйласа илтĕн пулсан, малтан малалла пĕр пăркаланмасăр ут çав çулпа. Çирĕппĕн, патваррăн! Ырă ĕмĕт чĕрере ырă вăй-хăват чĕртет. Çĕр çинче ырă ĕмĕтпе кăна çӳре, юлташ!»
Ытлашши çӳллĕ вырăнах та мар çамрăк агроном тăракан уй тĕмески, çапах та кунтан пĕтĕм тавралăх алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Анатри Çавалкас, Мăн Çавалкас, Тури Çавалкас... Ку енче, авă, Чиркӳллĕ Çавалкас... Тăватă Çавалкас — пĕр колхоз. Тăватă ял — пĕртăван. Çапла, вĕсем ĕнтĕ Микулайшăн та çывăх тăвансем пулса тăчĕç. Тепĕр тесен, тăванлăх тивлетне вăхăт виçипе виçме пулать-ши вара? Кунта чун-чĕре виçи, кăмăл виçи кирлĕ. Анчах унашкал виçесем çут тĕнчере çук. Чун-чĕре туйăмне, кăмăл тарăнăшĕпе анлăшне нимĕнле виçепе те виçеймĕн. Эсĕ çак тăватă Çавалкаса е пĕр-пĕр урăх яла килĕштерни, «чĕре патне илни» ниçта та мар, сан кулленхи ĕçӳнте çеç сисĕнме пултарать. Тепĕр чух куçа курăнми ĕçре... Апла ытлашши сăмах вĕçтермесĕр, хăлаçланмасăр-çунатланмасăр пуçа чик те ĕçле, хисеплĕ юлташ!
Ку тĕрĕс-ха, питĕ тĕрĕс! Çав вăхăтрах этем тени пин-пин çулхи аваллăхранах шухăшлама вĕреннĕ. Пĕрмаях шухăшлать этем. Ĕнерхи, паянхи, ыранхи çинчен... Этем шухăшламасăр пурăнма пултараймасть. Çакăнпа уйрăлса тăрать те вăл ытти чĕрчунсенчен, ӳсентăрансенчен... Тата аннемĕрçĕр хăй те этеме яланах шухăшлаттарать.
Çĕр чăмăрне тĕнче уçлăхĕнче аякран сăнаса пăхас пулсассăн, вăл пире этем пуçĕ пек курăнма кирлĕ. Тепĕр чух художниксем ăна шăпах çавăн евĕрлĕ ӳкерсе кăтартаççĕ. Шухăшлакан çĕр чăмăрĕ... Çын пуç мимийĕ пекех, çĕр чăмăрĕ те икĕ пая уйрăлса тăрать: хĕвелтухăç çурчăмăрĕ, хĕвеланăç çурчăмăрĕ. Эх, вĕсем иккĕшĕ те пĕр пек шухăшласчĕ, пĕр ĕмĕтпе пурăнасчĕ! Çук çав, халлĕхе апла мар. Халлĕхе пĕр енче — хĕвеллĕ кун, тепĕр енче — тĕттĕм каç... Хăш чухне тĕттĕм каç мĕлки ача-пăчан çутă сăнĕ-пичĕ çине те пырса ӳкет.
Чылайччен шухăша кайса тăчĕ çамрăк агроном. Вăхăт-вăхăт ун пуçĕнчи шухăшсем паянхи çумăр пĕлĕчĕсем пекех каплана-каплана хăпарчĕç. Анчах тепле пулсан та, Микулай ĕнтĕ хăй валли мĕн йышăнмаллине çирĕп йышăнчĕ: унăн кĕрешмелле! Çĕр тасалăхĕшĕн, чун тасалăхĕшĕн... Халлĕхе ку — пуçламăшĕ, малтанхи утăм... Чечекленекен çĕр тени поэтсен сăввисенче кăна мар, чăн-чăн пурнăçра пулмалла!..
Халлĕхе çĕр çинче тăпра ăманĕн кукăр-макăр йĕрĕпе пĕрлех Хадаровăн пылчăклă йĕрĕ те юлать-ха. Тивĕçлипе, этем хыççăн тĕнчере ырă йĕр кăна юлма кирлĕ.
Тачка çумăр пĕлĕчĕсем майĕпен сирĕлчĕç. Ешĕл айлăмра Çавал шывĕ каллех çутă пурçăн хăю пек авкаланса тухса выртрĕ. Мĕнле пике алли пăрахса хăварнă-ши çав хăйăва? Сана илĕртме мар-ши, Микулай тусăм? Эппин, ил сар пике парнине. Хăв çумна, чĕрӳ патне хытăрах пăчăртаса тыт. Вара?..
Вара сана пĕри кĕтет унта, Николай Степанович! Иртенпех кĕтет...
Ĕнтĕ çумăр пĕлĕчĕсемпе пĕрле пуçри тăкăс шухăшсем йăлтах сирĕлчĕç.
Мĕне пĕлтерет çул çинчи «Хатар йĕрĕ»? Ниме те пелтермест. Çĕр типет, çĕнĕ машинăсем ирте-ирте каяççĕ, çул каллех тикĕсленет.
Николай Степанович хăйне темĕнле йăх-яхран тасалнă пек туйса илчĕ. Пĕркун Атăлта шыва кĕрсен çавăн пек пулнăччĕ. Ӳт-пӳ таса, чун таса. Ан тив, Хадарова вăл ытлашши тӳрккес сăмах каланă пултăр, кӳрентернĕ пултăр. Анчах тĕрĕссине каланă, чĕре çинчине. Хăçан та пулин каламаллахчĕ çав сăмаха. Тата ку ĕçе каплипех хăварма та юрамасть. Хадаров — район пурнăçĕн тилхепине тытса пыракан çынсенчен пĕри. Вăл «кăтартăпăр!» тесе юнарĕ пулсан, эпир те алла усса лармăпăр.
Чи пахи — çамрăк агрономăн паян чĕри çинче çăмăл. Çул шуçлакраххине пăхмасăрах, çăмăллăн утать вăл Камай вăрманĕ еннелле... Пĕр харăс капланса килнĕ çумăр пек харăссăнах иртсе кайрĕ. Тачка пелĕтсем хушшинче каллех хĕвелĕн çутă сăнĕ йăлкăшса илчĕ. Утнăçем çул та ура айĕнчех типшĕрсе пырать. Кассăн-кассăн çил вĕркелет. Тӳлек кăна çил. Сывлăш уçă. Анчах «йĕпе кĕтесре» каллех пĕлĕтсем капланаççĕ-ха. Çумăр канăç памасть. Юрĕ-çке, нимех те мар!.. Агроном малаллах утать.
Авă ĕнтĕ сахăр кăшманĕ акнă пусă варрипе «Беларусь» трактор ерипен йăлтăртатса пыни те курăнать. Анчах мĕн пулчĕ-ха Микулай чĕрине? Тин çеç лăпланнăскер, вал сасартăк çĕнĕрен кăртлатма тытăнчĕ. Малтанхи хут хире тухнă тейĕн... Малтанхи хут. Пĕтĕмпех малтанхи хут...
Агроном çывхарса пынăçем «Беларусь» чарăнчĕ. Хуçи кабинăран сиксе тухрĕ те трактор хыçĕнчен кăкарнă культиватор патне пĕшкĕнчĕ...
Çук, малтанхи хут мар курать Николай Шангин тĕксĕм кăвак комбинезон тăхăннă çак сăпайлă хĕре!.. Виçĕмçултанпа вăл «Маяк» колхозăн анлă уй-хирĕнчен те, сахăр кăшманĕ акнă ешĕл пусăран та, Камай вăрманĕнчен те пачах уйрăлман... Самантлăха та!.. Тĕксĕм кăвак комбинезон тăхăннă хĕр те «Белрусь» трактор çинчен виçĕмçултанпа анса курман... Хăйĕн юратнă ĕçĕнчен татăлман... Самантлăха та!.. Йăлтах виçĕмçулхи сăнсем... Хальхинче «куç ултавĕ» мар, чăн-чăн чĕрĕ пурнăç...
— Нина! — шăппăн чĕнчĕ çамрăк агроном.
Нина илтрĕ ун сассине, пуçне кăртах çĕклерĕ. Анчах хирĕç чĕнеймерĕ. Кăн-кăвак куçĕсем тата ытларах пысăкланчĕç, сăнĕ пĕр шуралчĕ, пĕр хĕрелчĕ. Микулай ун çине тĕлĕнсе пăхса тăрать. Çук, çук, Нина нимĕн чухлĕ те улшăнман. Сăнĕ те çавах, куçĕсем те çавах. Хитре, çамрăк таса. Стайлă хĕр... Ара, хĕр пулмасăр, кăçал шăпах çирĕм çул тултарнăскере, епле ăна инке арăм теме хăяс-ха?
Улшăнман... Анчах Нина сăнран пăхма çеç çавăн пек курăнать. Чунĕпе-чĕрипе, шухăшĕпе-кăмăлĕпе вăл — йăлтах урăх çын. «Тамăк хуранĕнче» вĕресе тухнă çын. Çĕнĕ çын!..
Ун çийĕнчи тĕксĕм кăвак комбинезон та — çунă хыççăн — ĕнтĕ хытах шупкалнă... Анчах ятуллă тум ĕçре вараланма ĕлкĕреймен. Нина паян пуçласа ĕçе тухнă. Икĕ çул иртнĕ хыççăн — пĕрремĕш кун... Çук, çук, ку нимех те мар!.. Нина ĕнтĕ, малтанхи пекех, — комсомолка. Ăна ял çамрăкĕсем çĕнĕрен хăйсен йышне тавăрчĕç. Вăл хĕр пуçăн лекнĕ тыткăнран çăлăнса тухрĕ. Ăна Хадаровсен йĕплĕ пралук карнă çӳллĕ хӳми те, Ăçтиçук-Таçукăн тимĕр хĕскĕч пек алли те чарса тăраймарĕ. Нина тăван килне таврăнчĕ. Унăн ывăл ачине тăван амăшĕ — ачан кукамăшĕ — чунтан юратса пăхать, ăшă алăпа ачашлать, артаклать.
— Нина — чĕнчĕ каллех Микулай, — эс ĕçе тухрăн эппин?
— Тухрăм та-ха... — хăюсăррăн хирĕç чĕнчĕ Нина. — Ĕçĕ тем ăнасшăнах мар...
— Мĕншĕн апла?
— Кăшман акнă чух ретсем хушшине ансăр хăварнă. Çавна пула культиватор каскăчи кăшт пăрăнсанах калчана тăпăлтарать. Тата...
Нина пĕр-икĕ утăм маларах тухрĕ те кăшман калчи патнелле пĕшкĕнчĕ.
— Тата кăшмана питĕ йăвă акнă, — терĕ вăл. — Вăхăтра сайралатман. Культиватора пĕр хутчен ретсем урлă кăлармалла пулнă. Епле калатăр-ха эсир, агрономсем: букетировка тетĕр-и çав? Калча ретне каса-каса, уйрăм букетсем тумалла эпин. Калча букечĕсем!..
Ку сăмаха илтсен, ягрономăн çурăмне сасартăках вĕри тар пăчăртанса тухрĕ.
— Букетировка... — мăкăртатса илчĕ вăл. — Эх, тăмсай! Епле маннă-ха эпĕ çав ĕçе? Халиччен хам тĕллĕн сахăр кăшманĕ акса курман та... Кĕнеке хурчĕ!..
— Тепĕр япала, — çавăнтах хушса хучĕ Нина, — вăхăтра сайралатманнипе, букетировка туманнипе кăшман калчи нумай çĕрте кĕпçене кайнă... Халех мĕн те пулин тумалла, Николай Степанович!..
— Да-а, задача! — агроном шухăша кайса пуçне пĕкрĕ. — Вăт, пĕлекен çын тӳрех калать. Эпĕ пур — уй тăрăх сĕнксе çӳретĕп.
— Ун пекех пăшăрханма кирлĕ мар, Николай Степанович, — çăмрăк агронома хĕрхеннĕн йăл кулса илчĕ Нина — йăнăша тӳрлетме пулать... Халлĕхе кая юлман-ха...
Çак вăхăтра çĕнĕрен капланса хăпарнă хура пĕлет сасартăк шăтса кайрĕ те çумăр яра пачĕ. Нина тӳрех хăй тракторĕн кабини патнелле ыткăнчĕ. Микулай çумăр айĕнчех тăрса юлчĕ. Унăн-кунăн чупкаларĕ, ниçта пытанма та пĕлеймерĕ.
— Николай Степанович, кил кунта! — кабина алăкне яри уçса йыхăрчĕ Нина. — Кăлăхах йĕпенетĕн... Килсем хăвăртрах!..
Агрономăн урăх май çук. Вăл кабинăна Нинăпа юнашар кĕрсе ларчĕ. Тĕлĕнмелле!.. Паян акă вăл иккĕмĕш хут çумăртан пытанать. Хальхинче ăна, паçăрхи пек мар, чăннипех те ырă, кăмăллă...
Кассăн-кассăн килсе çăвакан çумăр вăраха пымасть. Кĕçех вăл уй урлă Камай вăрманĕ еннелле чашкăртса иртрĕ. Хыçалтан хĕвел кулса ячĕ. Вăрман урлă вара тем çӳллĕш те тем анлăш асамат кĕперĕ çичĕ тĕспе ярăмланса хăпарчĕ. Акăш-макăш чаплă кĕпер! Унăн пĕр вĕçĕ — вăрман тăрринче, тепĕр вĕçĕ. — Çавал çинче.
Юнашар ларакан икĕ чун шăпăрт та чĕнмеççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин чĕрисем питĕ çывăхра кăртлатса тапнине çеç илтеççĕ.
Микулая çак самантра хăй «Беларусь» трактор кабининче мар, темĕнле çăлтăр патне вĕçекен карап ăшĕнче ларса пынăн туйăнчĕ.
Космос карапĕ... Унпа юнашар — Нина. Вĕсен иккĕшин пĕрле асамат кĕперĕ витĕр вĕçсе тухмалла.
Анчах мĕн пулчĕ-ха Нинăна? Микулай çаврăнса пăхрĕ те Нинăн пичĕ тăрăх куççулĕ шăпăртатса юхнине асăрхарĕ.
— Нина, мĕн пулчĕ сана? — шикленсех ыйтрĕ Микулай. — Кӳренмелли татах пĕтмен-им-ха саншăн?
— Çук, ним те мар, — куççулĕ витĕр йăл кулчĕ Нина. — Çумăр çăвать... Хĕвел пăхать... Хĕвеллĕ çумăр... Ара, хĕвеллĕ çумăрпа тырă лайăх пулать, теççĕ.
— Тем пекчĕ, тем пекчĕ — сăмах тупаймасăр хушса хучĕ çамрăк агроном. — Ырлăха пултăрччĕ хĕвеллĕ çумăр!...
Çак вăхăтра кабина алăкне тул енчен тахашĕ питĕ асăрханса шаккарĕ.
— Çумăр тахçанах иртсе кайнă, тухăр! - илтĕнчĕ урмăшрах хулăн сасă. Ермолаев механик сасси...
Микулайпа Нина кабинăран вăрт-вартах сиксе тухрĕç. Вĕсене комсомол комитечĕн секретарĕ умĕнче аванах та мар пулчĕ. Çавна Иван Ермолаевич питĕ лайăх сисрĕ.
— Юрать-ха кабинине хам туса патăм, — терĕ вăл сăмаха урăх çĕрелле пăрса. — Малтанах кăларнă «Беларусь» тракторсем йăлтах кабинăсăр... Уяр чух — хĕвел çунтарать, йĕпе-сапара — çумăр шӳтерет...
— Спаççипах, Иван Ермолаевич, — хавассăн тав турĕ Нина. — Питĕ лайăх кабина. Пĕр кĕрсе ларсан, тухас та килмест...
— Иккĕн, конешнă, тăвăртарах, — халь ĕнтĕ кулса илмесĕр тӳсеймерĕ механик. — Ну, Нинук, мĕнле сан ĕç-пуç?
— Чиперехчĕ-ха, — терĕ Нина, — анчах культиваторăн каскăчисем питĕ мăкалнă. Çумкурăк тымарĕсене вуçех касмаççĕ. Тăпăлтармаççĕ те, иçмасса!.. Ахаль çеç сăтăрттарса, тăпра ăшне варса хăвараççĕ. Тымарне касман çумкурăк çĕнĕрен чĕрĕлет... Хăйрамалла...
— Яснă-ясмăк, — Иван Ермолаевич культиватор каскăчисане çавăнтах çӳлелле çĕклесе лартрĕ. — Хăйрамалла... Тĕрĕс! Çивĕчрех пулччăр каскăчсем. Çумкурăкне тымарĕпех касчăр. Йăлтах тăпăлтарччăр!.. Ара-и, агроном юлташ?
— Ара çав, — кăмăллăн килĕшрĕ агроном. Тӳперен хĕвел кулкаласа пăхать. Вăрман çийĕн асамат кĕперĕ ялкăшать.