Хамăр вăхăтри мĕнпур ватăсен пекех, Вавил хăта та хăйĕн пурнăçне икĕ пая уйăрать. Пĕри — çамрăк чухнехи, ĕлĕкхи, тет, тепри — хальхи, колхозсем тунă хыççăнхи.
Хăй каласа панă тăрăх, унăн çамрăк чухнехи пурнăçĕ пĕрре те ăнăçлă пулман иккен.
Кăна вăл пуринчен ытла çамрăксене каласа пама юратать. Çамрăксем хăтана кăмăллаççĕ, килĕштереççĕ, тĕл пулсан ялан ун тавра сырăнаççĕ. Хăта хăй те вĕсемпе çамрăкланса кайнă пек пулать.
— Эсир халь телейлĕ, юратнă хĕрсемпе мăшăрланатăр. Эпĕ вăт... — тет те куç хĕссе илет.
— Мĕн, эсĕ, мучи, юратнă хĕре илеймерĕн-и? — çыпçăнаççĕ лешсем.
Мучи вара хăйĕн «ăнман юратăвĕ» çннчен каласа пама пуçлать.
Авланма вăхăт çитсен ун патне ял çынннсем халь пĕри те, халь тепри пырса çӳреме тапратрĕç, тет, имĕш. Теприсем тата урамра тĕл пулсан чара-чара тăратнă. Пурте вĕсем Вавил хăтана авлантарасси çинчен сăмах тапратнă.
— Аçу-аннӳсĕр, пĕр-пĕччен, тăлăххăн тăрса юлтăн. Уй варринчи юпа пек. Матка тупас пулать сан, — тенĕ вĕсем.
Кӳршĕри кинемĕшĕ вара, вĕçкĕн Алтакки, хăпма та пĕлмен.
— Çари çарах вăл. Мăклăраххи çумне çыпçăнма тăрăшмалла, — ăс панă вăл кашни пымассерен. — Ху камне лайăхрах çаврăнса пăх-ха эс: çара çерçи те çара çерçи! Ахальтен мар Хӳре Никунурĕ тенĕ пулас аçуна.
Кинемĕшĕ ăна валли хĕрне те тупса хунă-мĕн. Кӳршĕ ялти Микуç пуянăн пĕр хĕрĕ. Наньа ятлăскер.
— Çын тăвать вăл сана, çын тăвать, — вĕçĕмсĕр мухтанă ăна Вавил хăта кинемĕшĕ Алтакки.
Хайхи пĕр пасарта хăтана, акă, Наньăпа паллаштараççĕ. Калаçнă хушăра хĕр пӳрнисене кăтăрт-кăтăрт хырать, тет.
— Мĕн ара ку сан? — ыйтать унран Вавил хăта кинемĕшĕ.
— Ĕнер кăвас çăрнăччĕ те... — ним хĕрелмесĕр каласа хурать хĕр.
— Э, вăл-и çак? Пуян çыннăн. Çавă çав, пĕр ĕç хыççăн тепĕрне тумалла, — ун хутне кĕрет Алтакки. Киле таврăннă чухне те çул тăршшĕпех Микуç хĕрне мухтаса килет.
— Ман Микуç вăртахсем ĕлĕкрен кăклă пуянсем пулнă. Эп вăл ялта çуралса ӳснĕ. Вăл ялтаг кунта качча килнĕ. Микуç вăртахсемпе халь те пĕлĕшлĕ пурăнатпăр, — тет. — Ун хĕрне тиркесен, сана тислĕк муклашки кăна кирлĕ.
Сăмах сăмахах, вăл Вавил хăтана та шухăша ярать:
«Кайса пăхам мар-и апла пĕреххут хăтана», — тесе шутласа хурать.
Вăхăт çитсен, хăйĕн юлташне лаша кӳлтерсе, иккĕш пĕрле Микуç патне хĕр ыйтма хăтана каяççĕ.
Вавил хăтан, çамрăкскерĕн, вăтанас йăли те пулнă тата.
— Çын ан куртăр, анкарти хыççăн кĕрер, — тет вăл кӳршĕ яла çитсен.
Каç пулнă ĕнтĕ. Лашана уя, пахча хыçне, кăкарса хăвараççĕ те хăйсем анкарти хыçĕпе шăппăн кĕреççĕ.
Ыраш вырма тухас умĕн. Çанталăк ăшă, нӳрлĕ.
Лупасай хыçĕнче, хăмла ани хушшинче, иккĕн мăкăр-мăкăр тăваççĕ. Хайхи çураçас хĕрпе темле арçын сасси иккен.
— Мĕн амакĕ? — пуç тĕпекки чăшăл-л! çĕкленсе каять хăтан. Çӳçĕ вирелле тăрать. — Мĕне пĕлтерекен япала ку? Кĕрес-и кунта, кĕрес те мар-и?
— Пĕр килнĕскер, пурне те пĕлсех каяр-ха, — тет хăтана юлташĕ.
Каялла кайса лашапах урамран çаврăнса кĕреççĕ.
Хĕр ашшĕпе амăшĕ, пуян çынсем пулсан та, кусене питĕ тарават кĕтсе илеççĕ.
Пӳртре лампа çутаççĕ. «Килĕрех, килĕр», — тесе, Вавил хăтапа юлташне иккĕшне те пукан çине çемçе минтер хурса лартаççĕ.
Хĕрĕ те сиснĕ çаксене, кĕлет умĕнчи вырăнĕ çине кĕрсе выртма ĕлкĕрнĕ. Ăна амăшĕ тăратса кĕрет.
— Каç пулсанах выртнă та, туйман та, — анаслам пек тăвать хĕр.
Сăра ăсса кĕреççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ.
Хĕрпе Вавил хăтана иккĕшне çăмарта шаккаттарса, иккĕшне пĕр çăмарта çурмалла çитереççĕ. Хĕр ашшĕпе амăшĕ хăтана шăраç пиçиххи çыхтараççĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сунаççĕ.
Анчах Вавил хăта халĕ пурне те ăнланнă ĕнтĕ.
— Ку инкекрен турă сиртĕрех, — тенĕ вăл хăй ăшĕнче. — Тек кунталла ура пуçĕ ан çаврăнтăр, — тенĕ тухса кайнă чух. Юлташĕ питне çуман Наньаран çул тăршшĕпе кулса пынă.
— Çакăн пек ăнмарĕ çав манăн пирвайхи хут хăтана кайни, — халĕ те пулин сухалне шăлкаласа илет Вавил хăта ăна аса илсен. — Пуян çын хĕрĕ пулсан та «витмен тавар» пулнă вăл.
— Хăпăнни паха. Тĕрĕс тунă-ха эс, — теççĕ çамрăксем, кулса ярса.
— Турă ан хуштăрах сире те, — тет хăта. — Килте ларсах ача тупнă вăл кайран.
— Кликери тăхлачăпа мĕнле паллашрăн? — тесе ыйтсан:
— Унпа-и? — ахăлтатса кулать хăта, — Турă пӳрни хăех киле пырса кĕрет, тенĕ ĕлĕк. Хамашкал «çара çерçи» хамăр кӳршĕрех пулнă мар-и? Аллă çул ытла пĕрле пурăнатпăр ĕнтĕ.
— Юрататăн пуль тăхлача?
— Çĕр пăт тăрать вăл ман. Çĕр пăт.
Çапла, Вавил хăта çынсене ялан пăтпа хаклать. Çамрăкран çапла хăнăхнă, тет. «Çĕр пăт тăрать ку», — тет килĕштерекен çынсене. «Эй, çур пăт та çук вă-ăл», — алă сулса хак парать юратманнисене, путсĕрсене.
— Эсĕ арăмна хăçан та пулин вăрçса курнă-и? — кăсăкланаççĕ çамрăксем.
— Пĕрререн пĕрре юнтарса, кутăнлашса пăхнăччĕ, — каллех кăмăллăн та чеен кулать хăта. — Эй, турă ан хуштăрах.
— Каласа пар-ха, мучи, каласа пар?
— Мĕн каламалли пур унта. Курманнин курас килет, теççĕ вĕт.
Пĕрре, хуннĕ патĕнчен хăнаран таврăнсан, хăтан арăмĕ умĕнче юнтарса пăхасси килнĕ имĕш. Хăнана юлташĕ парнеленĕ атта тăхăнса кайнă пулнă вăл. Хăнаран таврăнсан хайхи, ӳсĕрскер, аттине хывмасăрах вырăн çине кĕрсе выртанçи пулать. Арăмĕ ун аттине хывас тесе туртсан, хăта хăй те юриех пĕрле туртăнса пырать. Арăмĕ ун аттине пурпĕрех хывса ярать, хăйне вырăн çине йăтса вырттарать. Хăта каллех тепĕр шухăш тытать, юриех çĕре ӳкенçи пулать. Арăмĕ ăна йĕркеллĕ йăтса вырттарать. Темиçе хут çапла хăтланса пăхать хăта. Арăмĕ ăна çилленмест те, тарăхмасть те. Кашнинчех çапла йĕркеллĕ вырттарать. Юлашкинчен акă, çывăрса кайсан, хăта çĕр варринче чăннипех çĕре ӳкет. Хальхинче арăмĕ ăна тивмест, пуç айне минтер хурса парать. Хайхи хăта ирпе вăранать те нимле тăна илеймест: «Çĕре мĕнле анса выртнă çак эп?» — тесе тĕлĕнет.
— Ӳсĕртерех пулнă пуль çав эпĕ ун чухне. Ытлашширех кӳпнĕ пулас, тăм писмен. Тьфу, ухмах! — хăйне хăй ятласа илет хăта, çакна каласа парсан.
Мăшăрланнă хыççăн та Вавил хăтан пурнăçĕ ăнсах каясшăн пулман-мĕн.
Арăмĕпе иккĕшĕ тăрăшса, тата хуннĕшĕ пулăшнипе, вĕсем темиçе çул хушшинче лаша туянмалăх укçа пуçтарнă.
— Мĕнле лаша туянмалла-ха? Вавил хăта кунччен ун пек ĕçпе çыхланса курман. Пулăшу ыйтма ялти Улшуç Якку патне каять вăл. Паллах, Якку ăна икĕ пӳрне пуçне пĕтĕртеттерсе кăтартать.
— Пулать. Чилер лаша туянсан сана та укçа пулать, — килĕшнĕ хăта.
Кĕçех вара пĕр пасарта таçти улшуçран хăта лаша туянса таврăнать.
— Лайăхах-ши ку лаша? Чиперех-ши? — иккĕленнĕ-ха хăта.
— Лашана та, арăма тытнă пекех, хытă тытма пĕлмелле. Выльăх тени çирĕп алăпа çемçешке алла пит лайăх туять, — вĕрентнĕ ăна Улшуç Якку.
— Вара ман мĕн тумалла?
— Кăвар хурас пулать. Кăвар хурсан пурте хĕмленет.
Вавил, лашине кӳлсе, кĕлте кӳме кайнă. Кĕлте урапи тунă. Анчах лаша лава пĕрре те туртасшăн пулман. Тем чул çаптарса кăшкăрсан та вырăнтан тапранман.
Тарăхнипе Вавил хăта лачкам тара ӳкнĕ.
— Чим-ха сана, — Улшуç Якку сăмахне аса илнĕ вăл, шăл çыртса. — Чăхăмçа, кутана вутпа пĕçертмелле!
Пĕр типĕ кĕлте кутне шăрпăкпа тивертет те унпа лаша купарчине тĕкет. Лаша шарт! кăна тапса сикет. Çунакан кĕлте урапа çине ывтăнать.
Лаша сиккипе ялалла. Çил вăркăшнипе лаври кĕлтесем тивсе каяççĕ.
Мăкăрлантарса çитет лаша киле. Тӳрех лупас айне вĕрсе каять.
Юрать-ха, çынсем хăвăрт пухăннипе вут-кăвара алхасса кайма паман. Анчах кун хыççăн Вавил хăта каллех лашасăр тăрса юлнă. Улшуç Якку ăна хăйĕн юлташĕн «витмен таварне» туянса панă пулнă-мĕн. Вилет, тет, хăй кайран çавăншăн кулса.
— Колхоза кĕрсе халăхпа пĕрлешнĕ хыççăн тин тăн кĕчĕ çав мана. Лăштах сывласа ятăм, — хăй курса тӳснисене кирек хăçан та хаваслансах каласа парать Вавил хăта.
Эртеле пĕрлешсен, вăл колхозăн малтанхи кладовщикĕ пулать те, мĕн вăрçа кайиччен çав ĕçре ĕçлет. Вăрçăран çĕнтерӳпе таврăнсан каллех çав ĕçех хушаççĕ ăна. Вара унта хăйне пенсие яриччен татăлмасть. Паллах, вăл колхозăн ытти ĕçĕсене те хутшăннă.
Çичĕ ача — тăватă ывăлпа виçĕ хĕр — çуратса ӳстернĕ вĕсем. Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă. Ыттисем халĕ Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Пурте çемьеллĕ. Летчикпа инженер та, токарьпе учительница та пур вĕсем хушшинче. Ашшĕ-амăшпе ялан çыхăну тытаççĕ.
— Кашниннех хăйсен çăмăл автомашина пур. Çавăн пек пурăнаççĕ, — хавасланса каласа кăтартать вĕсем çинчея Вавил хăта.
Акă паян пирĕн Вавил хăта мĕнлерех тумланнине курасчĕ сирĕн. Вĕр-çĕнĕ костюм тăхăннă. Аттине çап-çутă çутатнă. Кăвак çӳçне тураса якатнă. Сухал вĕçне пĕтĕрнĕ.
— Ма? Эпĕ çамрăк пулман-им? Мĕнлерех ăшшĕ? — тенĕн туйăнать ун çине пăхсан.
Мăшăрне те, Кликери тăхлача, хăй пекех типтерлĕ, таса тумлантарнă. Пăхса ытараймăн. Пи-итĕ селĕм, сĕре килĕшӳллĕ утса пыраççĕ иккĕш урампа.
— Хăнаран таврăнаççĕ пулас, — кăмăллăн пăхса юлаççĕ урамри çынсем.
Чăнах та, Вавил хăта такăнса ӳкмелле ӳсĕр пулнине никам та курман. Хăнана вĕсем кирек хăçан та, типтерлĕ тумланса, кучченеçпе каяççĕ.
Хăнана пырса кĕрсен Вавил хăта: «Эпир килтĕмĕр», — тесе пуç таять, пурне те ырлăх-сывлăх сунать, хуçасене тав тăвать. Вара кашни хăнапа алă тытса паллашать.
Çук-ха, пырса кĕнĕ-кĕмен курка тытма васкамасть-ха пирĕн Вавил хăта. Кĕрекене лартсан пĕр кана çумри çынсемпе калаçать, паллашать. Хăйне панă куркана сĕтел çинче кĕттерсе лартать.
Çапла пĕр вăхăт калаçса ларсан, çумри мăшăрне пăхса илет.
— Эх-их, капла, ман матка питне хĕрлĕ тухнă иккен. Халĕ манăн та ĕçсе пăхмалла пулать пуль, — тет. Тулли куркапа ура çине тăрать те хуçасене тав тăвать. — Тулăх пурăнмалла пултăр сире, — тет. — Эпир ĕçсе-çини сая ан кайтăр. Ĕмĕр пĕрле пурăнар.
Пĕр курка, — хăй каларăш, ăш канмалăх, — ĕçсе парсан хăта каллех юмаха каять. Каларăмăр-çке, нихçан чĕлхе селĕплениччен ĕçни пулман унăн. Çавăнпа урамри çынсем халĕ те вĕсене хăнаран таврăнаççĕ пуль, тесе шутларĕç.
Питĕ килĕшӳллĕ утса, хăйсен килĕ тĕлне çитрĕç.
Урамра çынсем пуррине курса-ши, Вавил хăта тăп чарăнчĕ те мăшăрне алăран ярса тытрĕ.
— Кай, ку пирĕн кил мар, — апла та капла пăхкалама тытăнчĕ. — Çук, пирĕн мар. Ку ĕлĕкхи улпут-хуçа килĕ вĕт. Пуян хуçа пурăнать кунта. Хуçа килне мĕнле хăйса кĕрес?
Хăтасем ку пӳрте пĕлтĕр кăна лартрĕç-ха. Ывăлĕсем те, колхоз та пулăшрĕ вĕсене пӳрт лартма. Йăлтах хулари майлă, илемлĕ, тăп-тăпăль туса пачĕç. Хапхи те çĕнĕ.
— Кай, кĕместĕп. Мана, çамрăк чухне, кун пек кил патне, хапхи умне çывăха яман, — тесе, Вавил хăта арăмне хăйсен килĕ умĕнче темиçе хутчен каллĕ-маллĕ çавăтса çӳрерĕ.
Урамри çынсем кулса ячĕç. Кулмасăр. Вавил хăта çакна хыткукарла мăнкăмăлпа вĕçкĕнленсе мар, пачах урăхла, чун-чĕрепе савăннăран шӳтлесе кăтартрĕ-çке. Çынсем ăна ăнланчĕç. Хăйсем те шӳт тума пуçларĕç.
— Кĕрĕр, кĕрĕр, Вавил мучи! Сирĕн кил хуçисем таврăнасса кĕтет, — терĕç темиçен те.
Пӳрт умне авă, алăкран кĕнĕ çĕре, пурне те аякран вуламалла илемлĕ саспаллисемпе:
«Ку вилте «Малалла» колхозăн хисеплĕ ветеранĕсем — Вавил Никонорович Хвостовпа унăн мăшăрĕ Гликерия Филипповна — пурăнаççĕ» — тесе çырса çапнă.
Акă мĕншĕн савăнать пирĕн хăта, астăвăр!
Хăйсем вĕсем, илемлĕ те типтерлĕ тумланнăскерсем, колхозниксен аслă пухăвĕнчен таврăнаççĕ иккен. Çак чаплă пухура вĕсене иккĕшне те халăхпа чысласа «Хисеплĕ колхозник» грамоти парса янă.