Вăтăр çул мĕскер вăл хĕршĕн
Пур пулсассăн ăраскал?
Паянтан качча илесшĕн
Отставкăри генерал.
Юн тени вĕри-ха манăн.
Хама хам çӳреп шанса.
Юрататăп вăрттăн-карттăн
Саппасри пĕр сержанта.
Ман хăшне тăвас-ши мăшăр?
Хăшне-ши юрать шанма?
Генерал çинчен манмасăр
Пĕрлешем-ши сержантпа?
Кун пирки, мĕнле калас та,
Шухăшланă эп вăрах:
Генералпа çырăнас та
Сержанчĕпе çывăрас.
Чаплă кĕрĕк тăхăнтартĕ,
Пулĕ дача, «Мерседес»...
Урăх мĕнпе савăнтарĕ —
Ватă çынран мĕн кĕтес?
Шухăш лайăх. Аптрамастăп.
Чĕре темĕн систерет:
Отставкăри генералăн
Çук-ши тетĕп пистолет?
Çамрăкпала вырăн ăшă,
Анчах хăй вăл — çап-çара.
Саппасри сержант пĕр хушă
Пултăр, чăн та, «саппасра».
Пулăшсамччĕ, вулаканăм,
Ĕçӳ çине сур та хур.
Ырă канаш паракана
Туя чĕнес шухăш пур.