1
Ванюк уйран ĕнесем валли утă турттаратъ. Фермăна çитесси инçе юлманччĕ ĕнтĕ. Тулли çуна сулнăка сулăнчĕ, çул хĕрринчи радио юпи çумне пырса сĕртĕнчĕ. Нимех те мар, Ванюк, ăна-кăна пăхса тăмасăр, малалла кайрĕ.
Силос траншейисем енчен пĕри кĕрт ашса чупать: Ванюк патнелле килмест-и çавă? Чăн та, çапла. Вăл трактор çулĕ çине тухса тăчĕ.
Анюк иккен. Ферма хĕрĕ, доярка. Алă сулать, Ванюка чарăнма хушать.
Мĕн пулнă капла? Мĕн пулнă ăна? Ванюк трактора чарчĕ, кабина алăкне уçрĕ. Анюк ун патне пычĕ, хаяррăн пăхрĕ.
— Нуккă, çилхăван! Тух-ха хăвăн йăвунтан!
— Мĕн тума? — ун-кун пăхкаласа илчĕ Ванюк.
— Тух, теççĕ сана, тух эсĕ!
— Эй, ман санпа ним ĕç те çук. Пăрăн кунтан! Ан чăрмантар!
Ванюк алă сулчĕ, кабина алăкне шартлаттарса хупрĕ. Анюк самантра трактор умне тухса тăчĕ. Куçĕ, ан, куçĕ-ĕ! Витĕр шăтарса тухать тейĕн.
— Хуть те таптаса кай, пăрăнмастăп! — пат татса хучĕ вăл.
Ванюк аптăрарĕ, каллех кабина алăкне уçрĕ.
— Ну, мĕн кирлĕ сана? Мĕн?
— Тух, тенĕ сана, тух эсĕ!
— Вăт, пулать... шыври, — сăмса айĕн мăкăртатрĕ Ванюк. Ирĕксĕррĕн хирĕнкелесе, трактор çинчен анчĕ.
Анюк ун умне пычĕ. Ана кăялла, радио юпн еннелле çаврăнса пăхма хушрĕ.
— Ну, мĕнле, куртăн-н? Питĕ маттур эпĕ терĕн-и?
Юпа çумĕнче тем çӳллĕш утă купаланса выртать. Çуна çинчен сăптăрăнса юлнă вăл. Куç виçипе илсен те, сахалтан пилĕк-ултă çĕклем пулать.
— Вăт, çапла. Трактора çавăратăн-и унта, хуть те мĕнле ту, çав утта пĕрчĕ юлмиччен тиесе каятăн.
— Мĕн... уншăн... Эпĕ айăллă-им?
— Тата кукаçу-им? Трактора мĕншĕн асăрхаса тытса пымастăн? Ăçта мура васкатăн? Халех тиесе кайнă пултăр.
— Мĕн, ман пĕччен...
— Охо, тата кампа тиесшĕн эс? Ялти çынсене чĕнсе тухас теместĕн пулĕ те? Ăна эсĕ тăкса хăвартăн, санăн пуçтарса каймалла. Илтрĕн-и?
— Кам вара эс... пит ун пекех?
— Ай-уй, эсĕ мăка кусар. мана палламастăн-и? Иксĕмĕр пĕр çултисем марччĕ-и? Анюк пулатăп эпĕ, доярка. Анчах утта кашниех çул тăрăх сан пек тăка-тăка хăварсан мĕн пулать?
Анюк урăх чĕнмерĕ. Ăшă тутăрне кăштух турткаларĕ те, каллех кĕрт ашса, силос траншейисем патĕнче ĕçлекен çынсем еннелле утрĕ.
— Вăт, хĕ-ĕр! Хĕр мар, шыври, — чылайччен пăхса тăчĕ ăна Ванюк. Вара юпа кутне тăкăнса юлнă утă еннелле çаврăнчĕ.
Мĕн тăвасси пур, хальхинче пулмасан та, тепĕр рейсра вăл çав утта хăй аллипе фермăна пуçтарса кĕчĕ-кĕчех.
2
Тепĕр кунне вăл ăна татах курчĕ.
Ферма кĕлечĕ патĕнче Анюк такампа, пĕр арçынпа, хĕрсе кайса тавлашать. Вăл арçын Ванюк юлташех, Петĕр шофер пулчĕ иккен.
Тавлашу пĕтсен, Ванюк ун патне пычĕ.
— Мĕн-им, Петĕр тус, сана паян кăштах пĕçеркке текенни лекрĕ-им? — тăрăхласа шӳтлеме шутларĕ вăл унран.
Петĕрĕн шӳт шухăшĕ мар иккен.
— Лекессе лекрĕ-ха, тĕрĕс лекрĕ пулмалла, — терĕ вăл, ассăн сывласа.
— Мĕн айăпа кĕтĕн ун пекех?
— Ялти складран фермăна тулă турттарса килтĕм. Çавна Анюк курчĕ. Вирлĕ лектерчĕ.
— Мĕншĕн?
— Тулла кузов çине ним япала сармасăр тиесе янă. Хăма хушăкĕнчен çул тăршшĕпе тăкăнса пынă. Эпĕ асăрхаман.
— Халь вара мĕн турăр?
— Тулă турттарма урăх шофера хушрĕç. Манăн хам ĕçлекен машинăн кузовне юсаттармалла.
Ванюк кулса ячĕ, юлташĕн хутне кĕчĕ.
— Ун аллине лексен-и, — Анюка тиркеме тапратрĕ вăл. — Хăтăлаймăи. Хĕр мар вăл, тĕрĕссипĕ каласан, шыври...
Петĕр Ванюка кăн-н пăхрĕ.
— Чипер калаç! — тĕрĕ вăл сиввĕн. — Ун пек калама епле хăятăн? Тĕрĕс астутаракана тиркес тетĕн-и?
3
Хальхинче Анюк ферма заведующине ярса илнĕ.
— Акă, хам суса пăхрăм, — тесе ăна сĕт витри кăтартăть. — Мĕншĕн итлеттерейместĕн вĕсене? Сăмах дояркăсем çинчен пырать иккен. Вĕсем ĕнесенчен сĕте пĕтĕмпех суса илеймен-мĕн. Юлашки сĕт — чи çулли. Анюк вунă ĕнене суса пăхнă. Кашни ĕнерен çĕр е икçĕр грамм суса илнĕ. Мĕн чухлĕ чи паха сĕте хăварнă.
— Хамăра сиен туни мар-и ку?
Ферма заведующийĕ нимех те чĕнеймест. Ванюк каллех тĕлĕнчĕ. Ытти дояркăсем заведующипе чĕрре кĕме хăймаççĕ пулсан, Анюк акă нимĕн те уяса тăмасть.
— Сĕт мĕн чухлĕ суса илнине шута илни кăна сахал. — тет вăл çине тăрса. — Чи кирли — сĕт суса илни мĕн хака ларнине пĕлмелле. Тупăш парать-и вăл, тăкак-и? Кунта чи тĕрес контроль — хăйхаклăх.
Анюк ферма ĕçне тĕрĕслеме авторитетлă комисси тăвасси çинчен каларĕ те хăй сăвакан ĕнесем патне утрĕ.
4
Анюк правленинче аш-какай комбиначĕн представителĕпе тавлашать.
— Мĕншĕн пур çĕрте те сăмсине чикет вăл, э? — пĕрре те килĕштермерĕ ăна Ванюк. — Мĕн кирлĕ ăна? Мĕншĕн пур çĕрте те çĕтĕлет.
Анюк хăйĕн сăмахĕ çинчех тăрать. Комбинат представительне темĕнле хут кăтартрĕ.
— Акă, эпир хамăр бухгалтеринче шутласа пăхрăмăр. Эсир пирĕн самăртнă сыснасене шăпах пĕр уйăх йышăнмасăр тытса тăтăр. Вăл пире, мĕнле сиен кӳнине пĕлетĕр-и? Самăртса çитернĕ сыснасене, эсир йышăнманнине пула, пĕр уйăх тытса усрани пирĕн колхоза икĕ пин тенке ларчĕ. Тăкак-и вăл, тупăш-и? Лайăх-и вăл, япăх-и?
Представитель Анюка пĕр сăмах та калаймарĕ.
5
Вăл Ванюка урамра тытса чарчĕ.
— Ăçта каятăн? Хăвна ху манса каймарăн-и?
— Мĕ-ĕн? — ăнланса илеймерĕ Ванюк.
— Выльăха вăхăтра апат параймасан мĕн пулать тетĕп?
— Мĕн пулать, ну, вăл начарланать.
— Тата мĕншĕн манса каятăн? Сана ферма валли апат турттарма хушнă вĕт. Мĕншĕн хыпмастăн, тăрăшмастăн? Сав-çав апат фермăра пур-и, пĕтмен-и, темелле мар-и санăн? Апат тени вăл ялан ытлă-çитлĕ пулмалла. Санăн ăна пĕлсех тăмалла. А эсĕ?..
Ванюк çилленсе кайрĕ.
— Каллех ман тĕле пултăн-и эс, шыври?
— Мĕскер? Акă, ан итле-ха, ху мĕнле танатана лекнине сиссе юлаймăн. Атя, халех фермăна утă кӳрсе пар.
«Вăт шыври-и!..» — юлташĕ патне юмаха каяс çулне тепĕр çĕрелле, автогараж патнелле улăштарчĕ Ванюк...
Каçхине ăна правление чĕнчĕç, фермăна вăхăтра апат кӳрсе памании çинчен асăрхаттарчĕç. Никамăн та мар, леш хайхи Анюк ĕçĕ ку.
Анюк тухса кайсан, председательпе Ванюк иккĕшех ларса юлчĕç. Ванюка Анюках канăç памасть. Ун çинчен председательрен ыйтса пĕлме шутларĕ.
— Кам вара вăл сирĕн ун пекех?
— Анюк-и? Ак тата, ăна пĕлместĕн-и? Хамăрăн доярка вăл. Комсомолка.
— Тата кам?
— Тата-и. Колхозри халăх контроль ушкăнĕн членĕ.
— А-а-а-а, — терĕ те Ванюк, урăх нимĕн те ыйтмарĕ.
7
...Çулталăк иртрĕ.
Пĕр ирхине Ванюк амăшĕпе хăюсăррăн сăмах пуçласа ячĕ.
— Эсĕ, анне, Анюк дояркăна пĕлетĕн-и?
— Пĕлмесĕр, ара, пĕлĕтĕп-çке. Мĕскер, темскер пулман пулĕ-çке унпа?
— Пулман. Эсĕ, анне, мĕн, паян ун амăшĕ патне кайса пăхмăн-ши?
— Мĕн тума?
— Мĕн-ха, анне. Ан çилен. Мана мăшăр тупма вăхăт çитрĕ пуль теп те... Анюк — лайăх хĕр: тĕрĕссине пытарса тăмасть, куçранах калать.
— Эсĕ-и?! Чăнласах-и? — куçĕ çулăмлăн ялкăшса илчĕ амăшĕн. — Туршăн та, килĕшĕ-ши Анюк пирĕн кин пулма?.. Юрĕ, халех вĕсем патне кайса пăхам, эппин. Тумланам-ха.
Вăл тĕпелти гардероба пырса уçрĕ те васкаса тумланма тытăнчĕ.
8
Ванюк амăшĕн хыпарне илтсен, Анюк кăкăр туллин сывласа илчĕ.
— Хирĕçле ан пул, килччĕр, — терĕ вăл амăшне. — Ванюк — аван каччă: каланине итлет...