Ачалăхпа çамрăклăх савăнăçĕ пулнă колхоз театрĕн актерĕсене асра тытса
1
Тăрхала пĕчĕк пӳлĕм, пĕр-пĕрин çумне ретĕн лартнă тăватă сĕтел, вĕсен хушшинче вун икĕ арçынпа виçĕ хĕрарăм.
— Урăх кĕтместпĕр. Килмеççĕ. Уçар кĕленчесене, тултарар черккесене, — терĕ арçынсенчен пĕри.
— Кĕтмелле те марччĕ! — хĕрӳленчĕ тепри. — Кам театр хупăннишĕн çунсах çунать, вăл — кунта, хурлăхлă пумилккере. Вĕсем? Савăнаççĕ те пуль-ха. Савăнаççĕ паллах! Енчен те çак хура элчел килсе çапман пулсан-и? Е хăйсемех тухса каятчĕç пĕçерейменнине чухласа илсе, е, ниепле те чухлайман пулсан, эсĕ ху кăларса яраттăнччĕ вĕсене, Владислав Сергейч. Капла — сăлтав: актер ĕçне ирĕксĕр пăрахнă, намăс мар.
— Сан шухăшупа Елизар Асланов та пĕçерейменни-ха? — сиввĕн ыйтрĕ виççĕмĕшĕ. — Ăна хурласшăн янрашса илтĕн. Чи малтанах — ăна. Ах, Рябинин! Ах, йӳçĕ пилеш! Ах, Хĕлимун — кĕвĕç чун! Хăçан пăрахăн-ши эс çынна путарса çĕкленме хăтланас йăлуна. Асланов пирĕн театршăн Ургалкинччĕ.
— Ургалкинччĕ! Качалов марччĕ-и тата? — ахăлтатрĕ лешĕ. — Ху хăçан пăрахăн-ши, Ежов, ăна виçесĕр мухтама? Вăл пуçану тăк ун ятне асăннă-асăнман сиксе ӳкмелле ĕнтĕ сан ăна мухтама-хӳтĕлеме. Тепĕр тесен урăх кирлĕ пулмĕ эсĕ ун хутне кĕни. Кончал, виçĕм çул хамăр лартнă «Анисса» спектакльти пек каласан.
— Килмерĕç — хăйсен ирĕкĕ. Айăплар мар. Калаçар мар пĕçернисемпе пĕçерейменнисем çине пайласа. Пурте хамăр юлташсем. Пĕтĕм йыш пысăк вăй хунипе пысăк ĕç тунă. Çавна çеç пĕлер. Туслăн ĕçсе çиме, туслăн аса илме, туслăн уйрăлма пухăнтăмăр, — хуллен сăмах хушрĕç темиçен.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, — килĕшрĕ Владислав Сергейч.
— Килчĕ вăл! Килет! — аллине уçă алăк еннелле тăсрĕ Ежов. — Авă! Залри çынсем харăссăн ун еннелле çаврăнчĕç.
Кĕрсе тăчĕ хăйĕн çулĕсенчен çамрăкрах курăнакан хитре сăн-питлĕ, ĕнсипе хулпуççийĕ çине хумланса усăннă хура çӳçлĕ, яштак кĕлеткеллĕ аллă иккĕри арçын. Çи-пуçĕ тесен... Кивĕ çăм кĕпе, тахçантанпа якатман е якатсан та якалман шупка хăмăр шăлавар хӳхĕм пӳ-çи çинче.
— Кил, Елизар, хамăр пата, — юлташĕсене пăхса çаврăнма чарăннă арçынна чĕнчĕç хĕрарăмсем.
— Кирилл Андрейч çумне ларатăп, — Ежов еннелле пуç сĕлтрĕ, сĕтелсен речĕн тепĕр вĕçĕ тавра утрĕ Асланов.
— Спектакльсенче пирĕн савниччĕ, — шӳтлерĕç, кулчĕç актрисăсем. — Сцена çинчен ансанах айккинелле тараттăнччĕ. Юлашки кунхине те пулин ан пăрăн ĕнтĕ, тинех ĕлкĕреймĕпĕр пуçна çавăрма.
Пĕтĕм йыш кулкаларĕ. Елизар сăнĕ çеç чĕлтĕр те çуталмарĕ. Ларнă-ларман фужера шурă эрех тултарчĕ те шалт ĕçрĕ Елизар. Ежов ăна аяккарахри турилкке çинчен çăкăр татăкĕ илсе пачĕ.
— Тост кала, директор, — шăл йĕрчĕ Рябинин. — Хăш-пĕрисем пит васкаççĕ ав, кĕрекеçĕн пуçламăш сăмахне те кĕтмерĕç.
— Тост? Мĕнле тост? — Татах хĕрӳленчĕ Ежов. — Тоста кама та пулсан саламласа калаççĕ, мĕншĕн те пулсан савăнса ĕçес умĕн. Пирĕн мĕншĕн савăнмалла? Хăвах хура элчел килсе çапни çинчен нăйкăшмарăн-и, хурлăхлă пумилкке темерĕн-и?
— Хурланма сăлтав пурах ĕнтĕ, — терĕ Владислав Сергейч. — Çапах та пуç усар мар. Халь кăна пĕр çавра юрă ăсларăм. Халăх юррине урăхлатса. Çавă пултăрах эппин тост вырăнне. Итлĕр.
Чăт-чăт, актер, чăт, актер,
Чаршав çĕнĕрен уçăличчен.
Чаршав çĕнĕрен уçăлсан
Хăвату çĕнĕрен уçăлĕ сан.
— Чаршав çĕнĕрен уçăличчен? — илтĕнчĕç хыпăнчăк сасăсем. — Театр çĕнĕрен уçăличчен тенине пĕлтерет-и ку? Нивушлĕ шанатăн, хупса йăнăш тунине ăнланса илчĕç те çĕнĕрен уçĕç? Тем пекехчĕ, тем пекехчĕ!
— Шупашкар театрĕсем кĕтеççĕ сире, — йыш шăпланса çитсен тавăрчĕ Владислав Сергейч, кăмăллăн пĕлтерчĕ. — Академи театрĕ, çамрăксен театрĕ, пукане театрĕ. Эпĕ юри кайса калаçрăм вĕсен ертӳçисемпе. Искусство управленийĕнче те калаçрăм. Театртисем малтан ун чухлĕ çын валли вырăн çук текелерĕç, унтан, çӳлерехри пуçлăхсем хутшăнсан, пусахласах хушсан, тупатпăр, тупмалла, вырнаçтармалла терĕç. Тĕп хулара сирĕншĕн те чаршав уçăлĕ, тусăмсем!
— Ылтăн çын эсĕ, Сергейч! — сиксе тăчĕ Арави пуш хирĕнче ӳснĕ пальма пек çӳллĕ, çинçе арçын, Улякин хушаматлăскер. — Илемлĕ çын теме çук сана: кӳпчем çаврака пит-куç, шакла пуç, тапчам кĕлетке. Сатту — мĕнешкел чун-чĕре! Ытарайми! Эсĕ пирĕншĕн тăрăшнă чухлĕ тепĕр ашшĕ хăйĕн ачисемшĕн те тăрăшмасть!
Кӳпчем пит-куç тесех каламалла марччĕ пуль те ку шалаткан, анчах та лешĕ кӳренмерĕ курăнать. Сăнран улшăнмасăр тачка янахне сăтăркаларĕ вăл. Чи кирли йыш кăмăлĕ çĕкленни ĕнтĕ уншăн çак хушăра.
— Ху ăçта каятăн? Хăвăн пирки шутламарăн та пуль-ха? — ыйтрĕ Улякин.
— Çитес эрнерех çутĕç пайĕнче ĕçлеме тытăнатăп. Хамăр районта. Елизара инс-пекгор пулма илесшĕн. Вăл хăйĕн шухăшне каламарĕ-ха. Калĕ, килĕшĕ. Шанатăп, — сĕтел хĕррине йывăррăн чавсаланса, пĕкрĕлсе ларакан çын çине пăхрĕ Владислав Сергейч.
Вăрçăчченех-ха колхоз театрĕ Елизарсен ялĕнче, Кĕтне тăрăхĕнчи Еткерте, «Нарспи» спектакль кăтартрĕ. Ку енчи, анатри, район центрĕсенче пуринче те кăтартса çаврăниччен — клубсăр-мĕнсĕр паллă мар ялта. Театр директорĕ Владислав Сергеевич Цветков та Еткерсем (вăл, драматург, хăйĕн пьесисене Вл.Еткер псевдонимпа театра сĕнет, пичетлесе кăларать), ун тивлечĕпе пысăк чыс курчĕ вăрман варринче çухалса кайнă пек ларакан пысăк мар ял! Артистсенчен пĕри, çак Тăрнаккай Улякин, Елизарсен патĕнче хваттертеччĕ. Ирхине вăл апатланичченех сĕрме купăс тытса пӳртумне тухрĕ те темле кĕвĕ нăйлаттарса тăрсан-тăрсан çĕкленӳллĕн каласа хучĕ:
— Çăтмах ку! Çăтмахра пурăнатăр! Кайăксем юрлаççĕ! Ху та юрласа çеç калаçăн ку ялта!
— Юрласа тенĕрен, — ытахальтен кăна пек сăмах хушрĕ Елизар, — спектакль умĕн юрă кирлĕ, ман шутпа. Курăнман юрăçă ĕçсем илемлĕ вăхăтра, илемлĕ пуян ялта пуçланнине пĕлтерсе хутăр. Тен, ак çак кĕвĕпе. Юрласа кăтартам-и? — Тавай!
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче, вĕçĕ-ĕнче-е
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса, ăшă-ăтса-а.
Силпи чăваш ялĕнче, ялĕ-ĕнче-е
Юр ирĕлчĕ васкаса, васка-аса-а.
Елизара киленсе итленĕ май артист хулпуççи тĕлне тытрĕ купăсне, тӳрех кĕвве ларса сĕрме тытăнчĕ, юрласа та ячĕ пĕрле, унтан, каччă шăплансан, — тата та хăпартланарах:
— Паха! Çав тери паха! Кайрăмăр Владислав Сергейч патне! Директора та килĕшрĕ ку япала.
— Ху юрлăн-и-ха вара? — ыйтрĕ вăл Улякинран.
— Мĕншĕн эпĕ! Хăй юрлать, хăй! Мĕн тери сасă! Мĕнешкел тембр! Кĕмĕл кĕвви!
— Илер ăна хамăр эртеле! Пыра киле рольсем те парăпăр.
— Илес.
— Эсир... мĕн... артист тăвасшăн-им манран?.. — тĕлĕнчĕ, çухалса кайнă пек пулчĕ Елизар. — Пуçламăш шкулта çеç вĕреннĕ эпĕ. Тĕттĕм çын сирĕнпе танлаштарсан.
— Сцена çинче геометри-алгебра пĕлни мар, пултарулăх кирлĕ. Пултарулăху пур, халех курăнчĕ вăл! — директора та ĕнентерме тăрăшрĕ ахăр Улякин.
Ик-виç çултанах тĕпри актер пулса тăчĕ Елизар. Халь вара — пĕтмĕш. Пурнăç вĕçĕ тесе те шутлăн. Шупашкартисемпе Владислав Сергейч хушшинче çавăн пек калаçу пулса иртнĕн туйăнать Елизара. «Пирĕн кунта театр институчĕ е техникумĕ пĕтернĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Асланов кĕске курсра та вĕренмен. Илейместпĕр ăна, — терĕç пуль-ха лешсем. — Массовкăра, эпизодлă рольсенче выляма илмелле-им? Хăй те килĕшес çук. Унсăр пуçне. Мĕншĕн япăхса çӳрет вăл? Укçи-тенкине ĕçсе пĕтернипе тирпейлĕ тумланаймасть-и?» — «Виççĕ авланчĕ. Уйрăлнă арăмĕсене те пулăшса хăйне хараплать уçă чун», — ентешне хӳтĕлеме хăтланчĕ-тĕр Владислав Сергейч. Хĕрарăм тĕлĕшпе хăйне хăй чараймасăр юхха ерчĕ тесе калас вырăнне. Тĕп хулара та йăптăхса çӳретĕр-и-ха вара? Çук, кирлĕ мар пире ун пек çын", — татăклăн тиркерĕç ĕнтĕ çӳлтисем.
Тиркерĕç, паллах! Çавăнпа хăйĕн çумне кантура чĕнет ăна Сергейч. Шеллесе. Унпа, сахал вĕреннĕ çынпа, хăйне йывăр килессе пĕлсех,
— Асланов — текех актер мар! Аслановăн кĕнцелерте чернил пуçса ларма тивет! Ĕненес те килмест! Эпĕ «Ан авăн, шĕшкĕ» юрă кĕввине шăрантарса ярасшăнччĕ, — чӳрече янахĕ çинчи сĕрме купăс еннелле çаврăнса пăхмасăр аллине тăсрĕ Улякин. — Пĕр-пĕр реквием калама тивет!
— Лар, кăмăла ан пăс, — хулĕнчен тытса туртрĕ ăна Шевле режиссер, хĕр пек чечен сăн-питлĕ çамрăк çын. — Художество фронтĕнчех ĕçлĕ Елизар Тихонович, театрта пухнă пуян опыта пултарулăх коллективĕсен йышне ӳстерес, ăсталăхне çĕклес ĕçе парĕ.
— Инспектор та — влаç çынни. Пĕчĕк чиновник пулсан та шишка, — Асланова йĕплеме хĕрĕнсех хутшăнчĕ Рябинин. Сăнĕпе-кĕлеткипе тантăшĕнчен кая мар вăл, таланчĕпе — катăкрах. Çук ун талант, тӳррине тӳрех каласан. Репетицисенче режиссерсем унран сăнар «унасшăн» тар тăксах тăрăшаççĕ. Ку, мăнаç, кăнттам çын, хирĕçет вĕсемпе, Дипломлă актер-çке, Мускавра вĕреннĕ. Лешсем тертленеççĕ-тертленеççĕ те алă сулаççĕ. — Камăн кăшт та пулин хуçаланас килмĕ? — сăмахне шӳтерчĕ йĕкĕлтешес тĕлĕшпе такамран та ирттерекенскер. — Актерсен — пушшех те. Чура вĕт вăл актер, режиссер чури. Çăмăллăнрах ут, çавăнталла пăх, хытă ан кул, хытă ан тĕрт, ларатăн пулсан — ан лар, тăратăн пулсан — ан тăр. Камăн хăтăлас килмĕ ку хĕсĕрлӳрен? Пĕр актер ав парти обкомĕн инструкторне куçрĕ, тепри филармони директорĕ пулса тăчĕ, виççĕмĕшĕ комсомол çул-йĕрĕпе таптарса хула комитечĕн пĕрремĕш секретарьне çитрĕ. Май килнĕ чух яра пар, Асланов, вĕсен хыççăн. Мĕн мăртăхатăн?
— Эй-эй! — вилкăпа юнаса илчĕ ăна Шевле, Цветков еннелле çаврăнса ыйтрĕ: — Шиллерăн «хурахсем» драмине куçарса пĕтертĕм тенĕччĕ. Хăш театра парасшăн?
— Малтан районти Культура çуртĕнче лартасшăн, — тавăрчĕ аслă юлташĕ. — Ĕнтĕ маншăн драма кружокĕсем çывăхрах, — кулкаласа хушса хучĕ те вăл ĕçлĕн, тимлĕн тăсрĕ сăмахне: — Хăватлă драматург чунĕнчен, Белинский калашле, вулкан пек тапса тухнă дифирамбăна тивĕçлипе янраттарасси пулĕ-и, пулмĕ-и — хăрамасăр тытăнса пăхас килет. Утаман ролĕнче, Елизар, сана выляттарасшăн. Сана курса, сан çумунта ыттисем пултарулăх тӳпине çĕклĕç, интеллектуап-хурахсен кăткăс сăнарĕсене аванах уçĕç.
— А манăн «Тĕпĕнче» спектакльте выляс килет. Таçти Богеми çыннисене мар, хамăрăннисене чун хапăллать. Барон ролĕнче! Чалăш Пĕсехе ролĕпе те çырлахма хатĕр, — терĕ Рябинин чăнласа пекех. Юрласа илчĕ Елизар çине куç айĕн пăхса — салху юрра елпĕрсе тăстарчĕ:
Солнце всходит и заходит.
А в тюрьме моей темно.
Путвал çыннисем Елизартан татах тăрăхлашма кирлĕ пулчĕç иккен ăна Елизар пушă черккене çилĕллĕн çавăркалать. Ку, чунсăр йĕкĕлти, — сассине улăштарса, тĕрлĕ çын пулса:
— Эй, эсир! Килĕр кунта! Актер пăвăнса вилнĕ!.. Эх, юрра пăсрĕ, ухмах!
— Хуп шăршлă çăварна! — сиксе тăчĕ Елизар. — Пăкăлатăп çакăнпа! — сĕтел урлă ун еннелле тăсăлнă çĕртен шак! лартрĕ черккене, тухса кайрĕ.
2
Владлен пушмак юсать. Шупашкара каймалла ун. Комсомол организацине. Çак сăлтавпа амăшĕ ăна çĕнĕ костюм, çĕнĕ çĕлĕк туянса пачĕ. Хĕллехи пальто та туянасшăнччĕ — укçи çитмерĕ. Кĕрхи-çурхи пальто пур, ăна тăхăнма тивет. Кивви кивĕ те, ăшă тытас çук та, ун вырăнне ячĕ пальто, фуфайка мар, сăхман мар. Чăтмалла ятуллăрах курăнассу килсен.
Ĕçне пĕтерсе аллине çурĕ Владлен, çĕнĕ костюм тăхăнчĕ, пушмак тăхăнчĕ, унталла-кунталла утрĕ.
— Кур, анне: ывăлу чăн-чăн делегат вĕт?
— Çапла каяс тетне, пушмакпа-и?
— Кĕççе пушмак-çке, пăх эс лайăхрах.
— Урасăр юлатăн! Пĕлтĕр çеç çаптарнă кăçатту пур чухне хĕл кунĕнче ма пушмак вĕççĕн шăнса çӳремелле? Шупашкара кайса килесси урам урлă каçса килесси мар.
Амăшĕ стена çумĕнчи рамкăллă сăнӳкерчĕксене вĕçертсе илсе пусма татăкĕпе шăлать, Упăшки пулнă Елизар портречĕ ун аллинче.
— Мĕн пит тĕмсĕлсех тинкеретĕн эс çав çын сăнĕ çине? — сиввĕн ыйтрĕ Владлен. — Сан пекех... çамрăкскер... Халĕ те пĕрешкел-ха та эсир... — пăлханса хĕрелчĕ амăшĕ. — Юрать эсĕ пур. Ман... Сана курса ăна та куратăп, санпа калаçса унпа та калаçатăп.
— Тĕлĕнтеретĕн эс, анне! Тахçантанпах таçта сĕтĕрĕнсе çӳрекен çын пирки çавăн пек сăмахсем, çавăн пек çепĕç кăмăл-туйăм!
— Ĕçĕ çапла ун, çӳресси.
— Ĕç пирки мар эпĕ. Ăнланмана ан хыв. Ăна пула ытти артист тĕлĕшпе те сивĕнтĕм. Ушкăнĕпех çăмăлçахсем пек туйăнаççĕ.
— Ушкăнĕпех апла пулмĕç-ха та. Тĕрлĕ çын кирек хăш йышра та тĕрлĕрен вăл. Чысли артистсен йышĕнче те чыслă, чыссăрри хамăр пеккисен хушшинче те чыссăр. Сухви аппун упăшки, Ежов Кирилл Андрейч, тепĕр паллă артист, мĕн тери йĕркеллĕ çын ав.
— Урăх ан çак. Тивĕçлĕ мар ун портречĕ пирĕннисен ретĕнче пулма. Ытах кăларса пăрахма аллу çĕкленмесен — хур сентре çине, курăнман çĕре. Ку арăмĕнчен те уйрăлса пирĕн пата килес пулсан-и ниçта кайса кĕреймен енне? Сĕтĕрĕнчĕке алăк патĕнчех çавăратăп та тĕртетĕп тулалла. Хăраса тăмăп. Вăл патвар, текех эпĕ те хăйпашка ача мар.
— Ах, ывăлăм! Ун килĕ-çке ку. Тăван килĕнчен хăваласа ярасшăн-и? Ăшунта та ан тыт ун пек шухăша. Çын çинче персе ярса усала тухăн таçта. Ашшĕ усал мар, ывăлĕ кама пăхнă-ши, мĕн тери шелсĕр тесе тĕлĕнĕç. Аçу пирки çавна та калам, çавна асра тыт. Теприсем курманнине те кураттăмччĕ эпĕ, пĕлсе çитнĕччĕ: черченкĕрех чун-чĕреллĕ вăл, сан аçу. Пăхма çирĕп, патвар пулсассăн та. Тем пек тарăхнă хушăра та кăмăлне хуçасран сыхланаттăмччĕ, чунне амантасран хăраттăмччĕ.
Владлен пĕр хушă шухăша кайса тăрсан-тăрсан пусăрăннă сасăпа каласа хучĕ:
— Çак эппин. Портречĕ пултăрах ĕнтĕ.
3
Академи театрĕнче туп-тулли çамрăк халăх. Нумайăшĕ ялтан килнĕ хĕрсемпе каччăсем те, кун пек çĕрте пирвайхи хут та — пăшăлтатса çеç пек калаçатчĕç малтанах, хуллен, хăюсăррăн хĕвĕшетчĕç. Вырнаçса шăпланчĕç, тепĕр тапхăр именчĕклĕн кĕтсе ларчĕç. Ак çитрĕ те кĕтни, докладчик трибуна çине тухни, ак хĕмленсе кайрĕ те тĕп оратор, çĕклентерсе ячĕ ун вутлă туйăмĕ яш-кĕрĕм чун-чĕрине. Вăхăтсăр пекех, кирлĕ мар чухне пекех пĕрре алă çупса илчĕç те малалла — час-часрах та хытăран хытăрах. Шар-р, шар-р çурăлчĕ хĕрӳ çамрăклăх вĕрилентернĕ сывлăш.
Владлен театр ăш-чикне курса тăранаймасть. Ирхи кӳлĕмрех темиçе çĕрте ларма ĕлкĕрчĕ вăл. Тĕрлĕ енчен (балкон çинчен те) пăхса киленчĕ. Унччен, килсенех, иккĕмĕш хутри фойене виççĕ те улăхнăччĕ. Яка, çутă карлăклă сарлака пусмасене ытараймасăр та. Аялти хутра кĕтесри туалета сăлтавсăрах кĕре-кĕре тухнăччĕ, бакри шыва шапăр-р юхтарса антарнăччĕ кĕмессерен. Интереслĕ иккен те!
Çак хӳхĕм кермен ĕлĕк мунчала склачĕ пулнă тет. Ĕненес те килмест.
Кăнтăрлахи пысăк тăхтавра Владлен тата тепре улăхрĕ фойене. Çуллахи пек шурă çӳхе платье, çӳллех мар кĕлĕллĕ шурă туфли тăхăннă çамрăк хĕрарăм делегатсен ушкăнĕпе калаçать. Тĕрĕсрех — вăл калаçать, унран кăшт айккинерех çурма ункăн пухăнса тăнă йыш ăна шăппăн итлет.
— Ташă искусстви аталанса пынă май çĕнĕ типлă бал ташшисем йăлана кĕреççĕ, — терĕ хĕрарăм. — Вĕсенчен пĕри — вальс. Европăра вун саккăрмĕш ĕмĕртех палăрма тытăнса вăл тĕнче тăрăх анлăн сарăлать. Вăл вăрăм ĕмĕрлĕ пулнине, унăн илемĕ нумай çул хушшинче те чакманнине, тĕрлĕ халăх çыннисем ăна паян кун та уйрăмах юратнине шута илсен, вальс — чи лайăх бал ташши. Вăл çавăнпа та килĕшет: ăна лирикăллă çепĕç кĕвĕпе те, хăватлă туйăмлипе те ташлама пулать.
«Таçта курнă эпĕ ку хĕрарăма, — шухăшлать Владлен. — Ăçта-ши? Хамăр ялта мар паллах. Район центрĕнче-ши? Темĕн, унта та пырса çӳремен пуль вăл. Ташă ăсти ахăр, бал ташшисем ташлама вĕрентесшĕн. Чылайăшĕ чăваш ташшине шултăран çаптарма та, вĕттĕн ислетме çеç пĕлеççĕ пуль-ха».
Йыш хушăнсах пычĕ те, ĕнтĕ ункă варринче калаçрĕ хĕрарăм. Типшĕмрех сăн-пит, сарă çӳç, тирпейлĕн пуçтарса хунă икĕ çивĕт, тӳрĕ хулпуççи. «Курнă, таçта чăнахах та курнă эпĕ ку чипертен чипер пикене, Ăçта-ши?» — канăçсарланать Владлен.
— Виолетта, чăваш композиторĕсем вальс çырнă-и, пур-и пирĕн хамăр Штрауссем? — ыйтрĕ ун çывăхĕнчи арçынсенчен пĕри. Пĕлменрен мар, сăмах хушас килнĕрен ыйтрĕ пулас.
«Виолетта? Чăваш драма театрĕн актриси Урусланова-çке ку», — тинех аса илчĕ Владлен. Спектакльсенче курман вăл ăна, сăнне çеç курнă хаçат-журналта. Питĕ хăвăрт çĕкленнĕскер çинчен час-часах çыраççĕ, портретне хăйне кăна та пичетлеççĕ. Артистсен тĕлĕшпе сивĕрех пулсан та Урусланова çинчен çырнине вуламасăр хăварман Владлен. Хĕрарăмĕ ытла та чипертен, илĕртӳллĕ чипертен пуль ĕнтĕ.
— Штрауссемех çук пирĕн, анчах вальс кĕввиллĕ юрăсем сахал мар, — Владлен çине пăхрĕ çаврăнса тăнă актриса. Вăл ыйтнăн туйăнчĕ-ши ăна е вăрăм кăтра çӳçлĕ, ыттисенчен çӳллĕрех пӳллĕ йĕкĕте малтан асăрхаса ун çинчен куçне илеймерĕ-ши вăл? — «Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине», сăмахран, мĕнешкел вальс. Илтĕнме тытăнтăр çеç, кĕлетке те, чун-чĕре те ташша ăнтăлаççĕ. Оркестр! «Çамрăксен юррине»! — хушрĕ те вăл музыкантсен пĕчĕк ушкăнне Владлен умне çитсе тăчĕ, ăна чĕнсе аллине тăсрĕ, лăпчăнса илчĕ.
Хăй те сисмен пекех ун еннелле туртăнчĕ Владлен. Туртăнчĕ-ши вăл е темле вăй туртрĕ-ши ăна?
— Тăрăр мăшăрăн-мăшăрăн! Хăвăртрах, харăсрах! Пăхăр пирĕн çине, тăвăр пирĕн пек! Утăм малалла, каччăсем, утăм каялла, хĕрсем! Тепĕр утăм малалла, каччăсем!.. Халь çапла çаврăнса илер! Тата тепре! Хавассăнрах!.. — Актрисăн илемлĕ уçă сассипе пĕрле кăштăртатма тытăнчĕç кăçатăсемпе чуссăнккăсем, Çăмăлланчĕç хулăн тумлă кĕлеткесем (хăш-хăш арçынсем ваткăллă шăлавар тăхăннă).
Юрать-ха Владлен районти Культура çуртĕнче кăштах вĕреннĕччĕ ташлама. Çамрăксен каçĕсене е мĕн те пулин курма кайсан. Халь вăл актриса урине таптаса лапчăтатчĕ ĕнтĕ енчен те хăнăхман пулсан. Капла та тăлланчĕ кăна хытă пăлханнипе. Мухтавлă Урусланова иккен те ун çумĕнче, пĕр аллипе ун аллине, тепринпе ун çинçе пилĕкне тытнă иккен те вăл, таçти ял ачи, сухаçă-сӳреçĕ. Юрать-ха çепĕç хĕрарăм ăна куçĕнчен йăл-йăл пăхса хавхалантарать. Тахçанхи кавалерĕ çине пăхнă пекех пăхса.
Тăватă ташă ташлама вĕрентрĕ Виолетта. Çав шутра — Владлен пĕлмен вальс-бостон текеннине те. Вĕрентсе çитереймерĕ паллах. Вальссем тĕслĕрен пулнине пĕлтерес, кăтартас килчĕ ĕнтĕ ун. Тăваттăшне те Владленпа ташларĕ вăл.
Шăнкăрав шăнкăртатса илсен Виолетта ушкăнпа сывпуллашрĕ те картлашка çумĕнчи пӳлĕме кĕрсе юлчĕ. Владлен ăна делегат тесе шутланăччĕ, вăл та зала кĕрессе, хăйсемпе пĕрлех пуласса кĕтнĕччĕ.
Çав кунах вырăс драма театрĕ делегатсене «Голос Америки» спектакль кăтартрĕ. Владлена килĕшрĕ вăл, пит те килĕшрĕ. Кунпа пĕрлех йĕкĕт: «Мĕншĕн чăваш артисчĕсем хăйсен спектакльне кăтартмарĕç-ха? Виолетта вылянине кураттăмччĕ», — тесе те пăшăрханчĕ.
4
«Ха, мĕн туса хутăм, ăçталла кĕрсе кайрăм!» — тĕлĕнет Владлен. «Килте, çĕр çухрăм аякра, паттăрлантăн иккен-ха, ун çумĕнче чух çăвару типсе ларнипе чĕлхӳне çавăрайман ачамкка», — тăрăхласа кулать хăйĕнчен хăй. «Хам та çăмăлçах эпĕ. Улми йывăç кутнех ӳкет çав вăл. Шĕшкĕ вырăнне шĕшкĕ шăтать», — тесе вăрçать хăйне.
Мĕн турĕ-ха вара, ăçталла кĕрсе кайрĕ? Виолеттăна çыру хыççăн çыру çырчĕ. Çичĕ çыру! Ултă уйăхра. Актрисăран ик-виç сăмахлă хурав та кĕтсе илейменнине пăхмасăр. Малтанхи çырăвĕнче вăл апла-капла шухăшламан йĕкĕтчĕ-ха, академи театрĕнче пулса курнипе савăнакан, актрисăна ташлама вĕрентнĕшĕн тав тăвакан, çавăнпа, тав тумасăр чăтайманнипе, чăрмантаракан пĕлĕш пекки çеçчĕ. Унтан... Çил çине тухсан, юрă сăмахĕсемпе калас тăк, çил çĕклентерсе ярать сана, хăвалать, васкатать, — çавăн пек пулчĕ темелле малалла. Пĕрре çырма хăюлланнăскер ытла та чăрсăрланчĕ тепринчех, вĕри чунне яри уçса ирĕке ячĕ шухăш-кăмăлне. Шăрçаланчĕç кăна çепĕç сăмахсем кашни-пĕр йĕркере пекех: «Юратрăм эпĕ сире, сӳнми юратупа юрататăп», «Ахаль чух та, тĕлĕкре те куç умĕнчен каймастăр», «Аякран та пулин курасчĕ сире...» Актриса ăна хăй те юратнă пек, вăл качча кайман хĕр пек туйăнни те хавхалантарчĕ мăнтарăна. Юратмасан, упăшкаллă пулсан та арçынпа кĕретĕн темиçе хут ташлас çук вăл тесе шутлани. Апла тăк мĕн-ма хăйĕнчен хăй тăрăхласа кулать-ха тата, хăйне ашшĕпе танлаштарса вăрçать? Çак юрату ăна хуйхă çеç кӳрессе сисет-ши ĕнтĕ?
Район библиотекинчен пилĕк пьеса илсе килсе уйăха яхăн вуларĕ Владлен. Хăшне икĕ хут, хăшне виççĕ те вуласа тухрĕ, çавăнпа вăрах тытрĕ вĕсене. Драмăллă хайлавсене уйрăмах кăмăллать-и-ха вара пирĕн каччă? Çук, урăх сăлтав кунта. Пьесисем кусем — академи театрĕ лартнисем. Эппин, Виолетта та вылянисем. Спектакльте курман пулсан пьесăсенче курма пулать савнă актрисăна. Курмĕ-и вара пĕрре чăннипе курнă пулсан, ун кашни хусканăвне астăвать пулсан, илтмĕ-и вăл калаçни те, ун кулли те çаплах илтĕнсе тăрать пулсан? Пьесăсенче те курчĕ, илтрĕ ăна Владлен. Тĕрлĕ пурнăçра, тĕрлĕ çын хушшинче хăй те пурăнчĕ
Виолеттăпа пĕрле, юратрĕ, савăнчĕ, хуйхăрчĕ.
Каллех библиотекăра Владлен. Варринчи пӳлĕмре кĕнекесемпе журналсем парса хăварчĕ те аслăраххине, вулав залне, кĕчĕ. Килнĕ-килнĕ, хаçатсем те пăхкаласа ларам тесе. «Коммунизм ялавĕ» халăх искусствисен олимпиади пуласси çинчен пĕлтерет. Юрă, ташă коллективĕсем, уйрăм юрăçсемпе ташă ăстисем, сăвă калакансем хутшăнаççĕ художество пултарулăхĕн смотрне. Вăл районсенче çĕнтернисен Шупашкарти концерчĕпе вĕçленет.
— Акă тĕп хулана каймалли май! Хамăн укçа çук ман, хысна шучĕпе кайса çӳрĕп! — терĕ каччă хыттăн, пӳлĕмре пĕчченех пулсан та ăшĕнче хушса хучĕ: — Виолеттăна спектакльте курмасăр та килмĕп, çавăншăн хутшăнатăп олимпиадăна! — Çӳлĕк çинчи çĕнĕ кĕнекесенчен пĕрне ярса тытрĕ, хăвăрт-хăвăрт уçрĕ-сирчĕ те кирлине тупса каллех хыттăн: — Çакна пăхмасăр калама вĕренетĕп! Такам та тĕлĕнсе итлĕ! Тĕлĕнĕн, кĕтменни-çке!
Варринчи пӳлĕмре Владислав Сергеевич Цветков курăнса кайрĕ. Владлена асăрхарĕ те вăл ун патне кĕчĕ, алă пачĕ ăна.
— Аçунтан та çӳллĕрех эсĕ! — чĕвен тăрам пек туса, кулкаласа пăхрĕ каччă çине. Урăх калаçмарĕ ашшĕ çинчен. Çавна асра тытса: юратмасть ăна ывăлĕ, сĕтĕрĕнчĕк тет. — Аннӳ çӳрет-и? Пуç ыратнипе вырткаласах тăратчĕ, халь мĕнле?
— Çӳрет, халь унчченхи пекех час-час ӳпкелешмест, — тавăрчĕ Владлен пит те вăхăтра килсе тухнă çынна, культурăпа çутĕç пайĕн пуçлăхне, пĕлтерме васкарĕ: — Олимпиадăна хутшăнма шут тытрăм. Çак сăвва каласшăн, çак поэмăна.
— «Иван ĕмпӳпе çамрăк сыхлавçă тата саттур Калашник хуçа çинчен хунă юрă»?
— Мая килмест-им? Классика-çке. Лермонтов. Константин Иванов куçарнă. Ун пекки те пултăр. «Ӳс, çĕршыв, хăватлан» йышшисем çеç мар.
— Пултăр, пултăр, — йĕкĕте кулкаласа лăпкарĕ Владислав Сергейч. — Вăрăмрах мар-и?
— Тен, вырăнĕ-вырăнĕпе кĕскетĕп. Ман тĕллев — кунта çĕнтерсе Шупашкара каясси, унти конкурса хутшăнасси.
— Çавăн пек пысăк тĕллевлĕ пулмалла çав. Вула-ха малти пайне, итлесе пăхам.
Вуларĕ Владлен:
Эй, аслă патша, эй, Иван ĕмпӳ!
Сан çинчен эпир юрă хутăмăр,
Ху юратнă чуру, сыхлавçу çинчен
Тата паттăр хуçа Калашник çинчен;
Ĕлĕкхи шайпа юрă хутăмăр,
Кĕслепе вылятса юрра ятăмăр,
Пĕр вуларăмăр, такмакларăмăр.
Поэма пуçламăшĕн вĕçне çитрĕ те вăл, хăпартланса хĕрелнĕскер, пăхрĕ Владислав Сергейч куçĕнчен: мĕнле пек?
— Лайăх, — çупăрласах мухтарĕ, юратрĕ ăна лешĕ. — Тата та лайăхрах пултăр тесен-и? Йысну патне кай-ха пĕр-пĕр чух. Килĕнче вăл, Кирилл Андрейч — илемлĕ вулав ăсти. Ку тĕлĕшпе вăл пирĕн театрта пуринчен те ирттеретчĕ. Паха сĕнӳпе пулăшĕ сана.
— Каятăп! — терĕ тата та хавхаланнă йĕкĕт. — Çула май паянах кĕретĕп! Васкамалла! Тавах сире ырă канашшăн!
5
Елизар çул юппинчи хурама сулхăнĕнче ларать. Ывăннă урине кантарса, татăклă пулаймасăр аптăраса: ăçта каймалла, хăш еннелле? Виççĕмĕш арăмĕ патĕнчен килчĕ вăл, ĕнтĕ пăрахăç упăшка та пулса тăнă, мăшкăлтан та мăшкăл курнă мăнаç арçын. Пилĕк çул каялла пĕрлешнĕччĕ вăл хăйĕнчен икĕ хута яхăн кĕçĕнрех Праскипе. Çукаланчăк çĕнĕ арăм малтанхи эрнерех пакăлтатса илнĕччĕ ăса кĕрсе çитменнипе: «Анухрин курасчĕ сана. Кĕвĕçнипе, ӳкĕннипе çурăлас патнех çитĕччĕ. Мĕнешкел мăшăр эс ман. Стайлă, хитре. Унсăр пуçне — чаплă артист». — «Мĕнпе Анухрин?» — йӳплемен пек курăнасран çеç ыйтнăччĕ Елизар. «Çавнашкал путиш ятлă йĕкĕт пурччĕ ман, — пĕлтерес килнипе хĕрĕнсех тавăрнăччĕ Праски; — Хут çинче — Онуфрий, килĕнче, ял хушшинче — Анухри. Эпĕ ăна Нӳх-нӳх та теттĕмччĕ пĕрре ятĕнчен кулса та тепре сăмси шăтăкĕсем сыснанни пек курăнса тăнăран. Пысăк укçашăн çунса Çурçĕре кайрĕ те часах çырăвĕпе макăртрĕ мана, çĕр çăтасшĕ хăямат: »Эпĕ авлантăм, ан кĕт, качча тух кăмăлна каяканни тупăнсанах", — тесе.
Виçĕм кун çав «хăямат» вĕсен патне пырса кĕчĕ. Тулли сумка йăтса. Эрех кĕленчисем, консерв банкисем кăларса лартрĕ сĕтел çине. Пăхма нĕрлĕ çынах, сăмси те чиперех. «Урăх каймастăп Çурçĕре. Пуçĕпех таврăнтăм. Пĕччен, арăм пулнă хĕрарăма унтах хăварса. Тĕрĕс турăм тесе шутлатăп. Хĕрарăм тĕлĕшпе Чăваш çĕршывĕ ахаль те пуян чух ютрисене ма сĕтĕрмелле кунталла? Çапла пуль, ентешсем?» — сӳтĕкленчĕ вăл ĕçсе хĕрсен. Праски ăна йăл-йăл куллипе тавăрчĕ. Пылаккăн пăхрĕ вăл ун çине, чĕвĕл-чĕвĕл калаçрĕ унпа. Хăй ĕçме-çиме илсе килчĕ иккен те хăна, курман-пĕлмен тутлă çимĕçсем çитерет те эрехсем ĕçтерет. Ак тата укçа пачки кăларчĕ вăл шалти кĕсйинчен, шап! тутарса хучĕ ăна Праски умне. «Мĕншĕн?» — ирĕлсех кайрĕ хĕрарăм. Манăн савниччĕ-çке эс тесе каласса кĕтрĕ курăнать те вăл, анчах ку, ăслăраххи, урăхла çавăрчĕ сăмахне: «Эсир те тивĕçлĕ Çурçĕр пуянлăхĕн пайне».
Праски ăна ăсатма тухрĕ. Вĕсем пӳрт умĕнчи пахча карти çумĕнче чылай вăхăт тăчĕç те уттарчĕç урампа. Тепĕр кунхине, ирхи кӳлĕм, килчĕ Праски. Хăйне кура мар çирĕппĕн, ăслăн та пек (леш «хăямат» вĕрентнĕ пулинех) калаçрĕ: «Уйрăлма тивет, Елизар Тихăнч. Пирвайхи юрату — чи вăйли. Ана çĕнме çук, вăл хăй çĕнтерет. Куна эсĕ, искусство çынни, манран лайăхрах пĕлме, ăнланма тивĕçлĕ. Пар аллуна. Халех уйрăлатпăр». Ӳкĕтлесе мĕскĕнленмерĕ мăнаç çын. «Телей сунатăп», — терĕ те алăк еннелле çаврăнчĕ.
Халь ларать ĕнтĕ танлă этем хир варринче аптăраса. Хурама пĕр-пĕччен, вăл та пĕччен.
Ун умĕнче шурă чул сарнă шоссе çуталса выртать. Сулахайра вĕсен районне кĕрет аслă çул, сылтăмра — кӳршĕллĕ тепĕр район. Çавăнта иккĕмĕш арăм пулнă Хресчук. Ку тĕлтен вун пилĕк çухрăмри ялта. Илтнĕччĕ Елизар: качча тухнă вăл, Эппин, куçа та чалăштармалла мар унталла. Е çитсе пăхмалла-ши? Тен, тухман, хапăлласах йышăнĕ те ăна, пурăнса кайĕç вара вĕсем иртнĕ кӳренӳсене манса, ватăлнă май хушăннă ăспа йĕркеленсе. Ăсĕпе вăл, Хресчук, унччен те Праскирен маларахчĕ. Нумай маларахчĕ. Сăнран тесен... Çапла çав, Праскин хитрелĕхне ытараймасăр пăрахнăччĕ Елизар Хресчука.
Чун тени тăван кил еннелле хытăрах туртăнать. Анчах мĕнле питпе пырса кĕмелле унта, сана пула нумай тӳссе вăхăтсăр ватăлнă, хавшанă Васса патне, сана юратман ывăл куçне мĕнле курăнмалла?
Вăл килнĕ çулпа грузовик тусан тустарса çывхарать. Ура çине тăчĕ Елизар. Пăхать, кĕтет: ăçталла пăрăнĕ? Сулахаялла пăрăнса шоссе тĕмески çине хуллен улăхрĕ машина. Елизар ăна çав вăхăтра хăваласа çитрĕ те вашлатрĕ пушă ешчĕк ăшнелле, упаленсе мала иртрĕ, шофера курăнмалла мар вырнаçрĕ. Укçа çук ун, çавăнпа вăрттăн ларчĕ. Район центрĕнче вăрттăнах анса тарас шутпа.
Хăйсен еннеллех каяс терĕ иккен вăл. Ĕшнеле çитсе Ежов патне кĕрĕ, хăть унпа калаçса чунне пусарĕ. Енчен пуçани те, ун арăмĕ — Васса аппăшĕ — Сухви те килне таврăнма хистесен утĕ те çав Еткерелле.
Район центрĕнче чарăнмарĕ грузовик. Столовăй та, МТС та, пĕр-пĕр кантур та — нимĕн те кирлĕ пулмарĕ ку шофера тĕп салара. Ĕрĕхтерсе килсе кĕнĕ пекех ĕрĕхтерсе тухрĕ те вăл ун витĕр, каçрĕ те Кĕтне урлă ак ĕнтĕ вирхĕнет кăна вăрман хутлăхĕпе. Кабинăна шаккаса чарăнма хушас — хăвна шаккаса пăрахма та пултарĕ вăл. Мотора хута ямалли авăрпа е гайка пăрмалли уçăпа. Çапла çĕмĕрттерсе çӳрекен çын, паллах, — чикĕсĕр çилĕллĕ куштан-пуçтах. Ешчĕк хĕрринчен тытса çĕрелле усăнчĕ Елизар. Машина лакăмлă вырăнта хăвăртлăхне чакарасса шанса. Пулмарĕ лакăм-тĕкĕм. Пулсан та вĕсене пăхмасăр ыткăнчĕ хурçă урхамах. Пĕрре урисемпе çĕртен сĕртĕнчĕ, тепре ырата пуçланăскерсене çĕклерĕ те çакăнса пычĕ арçын. Вĕçерттĕр аллисене — чул çине ӳксе пуçне çурĕ. Вĕçертетчĕ те пуль вăйран кайса çитнипе — о, телей! Темшĕн чарăнас патнех çитрĕ машина, çине-çине кăшкăртрĕ. Тинех унран уйрăлнă Елизар çул хĕррине тухса çĕрелле тирĕнчĕ. Тепĕртакран, сывлăш çавăрма ĕлкĕричченех, вăл такам усаллăн ятлаçнине илтсе кăштах çĕкленчĕ те çавна курчĕ: грузовик утă лавĕсен çумĕпе малалла иртет, шоферĕ пуçне кабинăран кăларса, чăмăрĕпе юнаса лавçăсене вăрçать. Пĕр лавçă малти лав çинче тӳпенелле пăхса выртать, илтмест те тейĕн шофер çухăрашнине. Тăваттăшĕ кайри, пиллĕкмĕш, лав çинче картла çапаççĕ, шофертан кулаççĕ.
Елизара та кулăшлан курăнчĕ ку сцена. Анчах кулмалли вăхăт мар-ха ун. Пушмак пуçĕсем чулпа хăйранса тăпăлнă, нуски пуçĕсем те тăпăлнă. Пӳрнесем пурте чĕп-чĕрĕ юн. Мĕнле утмалла ку урасемпе темиçе ял витĕр, мĕнле пырса кĕмелле пуçана патне? Вăрман хĕррине тухрĕ те лесничи çурчĕ еннелле пăрăнчĕ. Çурт патĕнчи тарасаллă пусăран шыв кăларса ĕçесшĕн вăл, урине çăвасшăн. Çитрĕ çăл кутне, шыв ĕçрĕ, шыв ячĕ валашкана, пушмакне хывса пăрахрĕ, нускине хывса пăрахрĕ. Пăрахрĕ-ха та, анчах мĕн тăхăнĕ? Пӳрт умĕнче пĕр мăшăр атă ларать, лупаспа мунча хушшинче вĕренрен çакса янă кĕпи-йĕмпе минтер пичĕсем вĕлкĕшеççĕ. Нивушлĕ çав атăсене йăкăртмалла, нивушлĕ минтер питне илсе пурттенккесем тумалла? Пĕтнĕ-пĕтнĕ, вăрă та пулса тăмалла-и-ха вара?
Пӳртрен вун пилĕк-вун ултă çулти хĕр ача тухрĕ, Елизар умне килсе тăчĕ.
— Эсир Асланов артист вĕт?
— Çавă.
— Эпĕ сире икĕ спектакльте курнăччĕ. Иккĕшĕнче те урăх тумпаччĕ эсир, тĕрĕллĕ шурă кĕпепеччĕ, апла пулин те эпĕ сире часах палласа илтĕм. Ĕмĕрлĕхе асра юлнăран ĕнтĕ. Эпĕ Феля ятлă. Калаçма лайăх пултăр тесе пĕлтеретĕп. Халь ăçта эсир, мĕнле ĕçре?
— Канура. Канмалли чи лайăх вырăн — вăрман. Вăрмансем тăрăх çӳретĕп.
— Колхоз театрĕ çĕнĕрен уçăличчен канăр-ха эппин.
— Уçăлассăн туйăнать-им?
— Ма ан туйăнтăр. Кирлĕ япала пĕтме тивĕçлĕ мар. Çынсем те çапла калаççĕ, хупса йăнăш тунине ăнланса илĕç те часах çĕнĕрен уçĕç теççĕ, — хĕр ача пушмаксене асăрхарĕ, вĕсем çине (пĕшкĕнсе пăхрĕ). — Ой, кусене мĕн пулнă?
— Çапла-ха çав.
— Ой, урăрсем юн кăна-çке сирĕн! Мĕн пулнă сире чăнах та?
— Ан та кала-ха, Феля. Валашкара çума юрать-и?
— Çăвăр-çăвăр. Йод сĕрмелле, бинтпа çыхмалла. Çунипе çеç мар.
— Сĕресчĕ, çыхасчĕ çав та...
— Илсе килетĕп. Пушмакпа нуски те парĕ анне. Вăл та пĕлет сире, лайăх артист тесе мухтатчĕ. Миçемĕш размер тăхăнатăр эсир?
— Хĕрĕх иккĕмĕш.
— Илсе килетĕп!
Чупса кĕрсе кайрĕ хĕр ача. Елизар урине çуса пĕтерчĕ те юнлă шыва тăкрĕ валашкана тайăлтарса, çăлтан тепĕр патьен шыв кăларчĕ. Çав вăхăтра хĕр ачапа амăшĕ килчĕç. Хĕрарăм аллинче кивĕрех çирĕп, çӳллĕ пушмак (Елизарăн хăйĕн полуботинка текенни), çĕнĕ нуски. Феля пĕчĕк кĕленче, чăх тĕкĕ, бинт тĕркемĕ тытнă. Вăл хушнипе Елизар пусă çумĕнчи сак çине ларчĕ те, ак пуçланчĕ сурансене сиплесси. Сĕрчĕ, çыхрĕ хĕр ача васкамасăр, пултарнă таран тăрăшса. Унтан нуски тăхăнтартрĕ амăшĕнчен илсе, пушмак тăхăнтартрĕ, шнурларĕ кулкалакан Елизар аллисене тĕрте-тĕрте ярса, пĕтĕмпе хăй тăвасшăн пулса.
— Тăрăр, уткаласа пăхăр, — хушрĕ юлашкинчен.
Çĕкленчĕ арçын, уткаларĕ унталла-кунталла.
— Лайăх! Шăп та лăп! Тавтапуç сире!
Кăштахран вăл улăх урлă кĕпер еннелле аннă хушăра çаврăнса пăхрĕ те Фельăпа амăшĕ çăл патĕнчех тăнине курчĕ. Çаплах ун çине пăхаççĕ вĕсем, алă сулаççĕ.
Елизар та алă сулчĕ, тайăлса тепĕр хут тав турĕ.
* * *
Эрне ытла Ĕшнелте Елизар. «Хăçантанпа курман эп сана, чикан пурнăçĕнче пĕрле пиçĕхнĕ тусăм!» — тесе çупăрланăччĕ ăна пуçани малтанхи кун. Сухви те савăннăччĕ. Кĕрӳшĕ «саккунсăр арăмĕсенчен, плеткесенчен, тасалса пĕтнĕшĕн». Иртрĕ талăк, иртрĕ тĕл пулу хавасĕ, хăйне хаклă хăнаран кунта ирĕксĕр пурăнакан çын пулса тăнă пек туйма та тытăнчĕ Елизар. Апла тăк тух та кай Еткере. Юнашарах вăл, çитнĕпе пĕрех унта. Анчах çавă-çке, çавă: Кирилл та, Сухви те шарламаççĕ ăна хăйĕн килне таврăнма сĕнсе. Эппин, лайăх пĕлеççĕ вĕсем: ют çын вăл Вассашăн, ют çын тăван ывăлĕшĕн, кĕтмеççĕ вĕсем ăна. Кирилл, тен, таврăнмалла, ниме пăхмасăр киле таврăнмалла тесе те шутлать, анчах арăмĕнчен иртейменнипе, ăна хирĕçтерес килменнипе хăй шухăшне пĕлтермест. Лешĕ, тĕмсĕр-тĕнккес хĕрарăм пулмасан та, çатăртатса каяс еккисĕр мар-ха та.
Кирила Çамрăксен театрне чĕннĕ. «Аллă çулти пуçăмпа хулана куçас çуках. Ялта ман тымар, Кĕтне хĕрринче. Татас çук ялти тымара», — тесе килĕшмен вăл унта ĕçлеме. Ывăлĕпе хĕрĕ Шупашкарта пурăннине, вĕсем те чĕннине шута илмесĕр. Сухви те унпа пĕр шухăшлă пулнă ку хутĕнче.
Каччă çулĕсенче, педучилище пĕтернĕ хыççăн, Кирилл темиçе уйăх ачасене вĕрентнĕ. Ĕшнелте мар пулсан çывăхри кирек хăш ялта учительте тăрăшас ĕмĕт пур та ун, анчах вырăн шантармаççĕ ăна. Халăха вĕрентес ĕç пайне тепĕр хут кайса килчĕ вăл, хальхинче те ăнăçусăр таврăнчĕ.
— Ма шантармалла тет вĕсен сана? — çатăртатрĕ Сухви. — Артист хăй те шанчăксăр ача çеç вĕт вăл, вăййа хăйĕн ĕçĕ туса хурса ача шайне анса ларнă мăнттай, ытти нимле ĕçе те юрăхлă мар, никама та кирлĕ мар çын пулса тăнă çăмăлттай.
Ку ĕнтĕ Елизара та куç кĕрет питлени, Вассашăн та каласа тултарни пулчĕ.
Ăш-чикĕ вутсăрах çунать Елизарăн. Лара-тăра пĕлмест мăнтарăн. Пӳртре утать, картишĕнче утать, пралука тухать те унта каллĕ-маллĕ хутлать. Ак вăл анкарти вĕçнех çитрĕ пуçне усса. Кĕтне урлă вăрман çинелле пăхса тăрсан-тăрсан сасартăк çӳçенсе илчĕ, хăвăрт çаврăнчĕ те каялла чалкăшрĕ темрен хăраса тарнă пек. Кĕчĕ картишне, лаçра Сухвипе Кирилл хытă калаçнине илтсе чарăнчĕ уçă алăк тĕлĕнче.
— Çи! Тиркешсе ан лар! — терĕ Сухви.
— Çиместĕп! — терĕ Кирилл. — Тĕрме çынни те çиес çук ку йӳçĕхнĕ яшкана! Хуран тулли пĕçеретĕн те антарса паратăн темиçе хут!
— Унччен çинĕ, çĕнĕрен пĕçерни-и, ăшăтни-и — уяса тăман, кӳпĕничченех лĕрккенĕ. Ха, йĕс пырланса кайнă вăл канлĕ пурнăçра!
— Унччен те нумай каланă эп пĕрре çимелĕх çеç пĕçер тесе.
— Каланă вăл! Пĕрре çимелĕх çеç пĕçермелле ман ăна итлесе! Тарçă-стрепке-им эпĕ саншăн?!
— Стрепке-и, стрепке мар-и, хăна пур чухне те пулин ан ӳркен, намăса пĕл. Ана та каллех лартса парăн ак пăнтăхнă яшкуна.
— Ман намăса пĕлмелле-и?! Ман-и?! Сирĕн мар-и?! Сире, харам пырсене, çитересшĕн-ĕçтересшĕн ĕштеленмелле-ĕштеленмелле те тата намăсланса хĕрелмелле-и ман?! Пар тирĕкне! Сысна çитĕр! Усăллăрах пулĕ! — Сухви яшкана тăкрĕ ахăр каяш витрине.
Елизар шанк хытса тăчĕ-тăчĕ те аран хускалчĕ мĕн тумаллине, ăçта каймаллне пĕлмесĕр. Ун куçне кĕлет пуçĕнчи, пăтари, сӳс вĕренпе сăнчăр çыххисем тăрăнчĕç. Вĕсем çине пĕр хушă кăн-н пăхса тăнă хыççăн вутă касмалли таканпа суха пуç хушшине кĕрсе кĕлет пуçне çитрĕ те вăл вĕçертсе илчĕ сăнчăра, илчĕ вĕрене. Сăнчăр ăпăр-тапăр купи çине ӳкрĕ чĕтрекен алăран. Ăна хăй вырăнне çакса тăмасăр хапха еннелле сулăннă май уттине хăвăртлатрĕ, çирĕплетрĕ çын, ахăртмех, татăклă пулса çитсе. Хастаррăн та пек туртса уçрĕ калинккене.
Картишĕнче темĕскер чăнкăртатса ӳкнине илтнĕ Сухви унталла пăхрĕ алăк умне пырса. Çук çав, çийĕнчех пăхаймарĕ: калассине пĕтĕмпе каласа пĕтерейменччĕ-ха вăл. Елизар тухса кайнине курнă хыççăн та упăшкине тепĕр черет çунтарчĕ вăл сăмахĕсемпе. Унтан сасартăк аса илсе тавçăрчĕ: ара, вĕрен тытнăччĕ вĕт кĕрӳшĕ! Ара!..
Ыткăнса тухрĕ хĕрарăм хапха умне, Владлена чутах çапăнмарĕ.
— Эсĕ-çке ку! Çӳлти Турă хăй илсе килчĕ сана шăпах кирлĕ вăхăтра! Аçу, аçу! Пралукра пулас вăл! — туртрĕ йĕкĕте тăкăрлăк пуçланнă çĕрелле. — Тĕрĕсех! Аçу вăл çав çын! Вăрмана каять! Ах, калама та хăратăп! Çакăнма шут тытнă вăл! Илтнĕ вăл эпĕ ятлаçнине! Харам пырсем тесе çуйхашрăм вĕт-ха, харам пырсем тесе! Хама çакмалла усал чĕлхерен! Пыр, ачам, чуп! Чар ăна, эсĕ çеç чарма пултаратăн!
Ашшĕне Владлен кĕпер çинче чупса çитсе чарчĕ. Ыталаса илчĕ вăл ăна, йĕрсе ярас пек калаçрĕ, йăлăнчĕ:
-Каçар пире, каçар, аттеçĕм... Атя киле, халех каятпăр... Ашшĕ лĕштĕр çемçелчĕ, сăмах тупаймасăр, унтан тупăннă сăмахне калаймасăр пичĕпе ун хулпуççине тĕкĕнчĕ.
6
Çырусем. Пурнăçа пăлхатса янă, анчах — тĕлĕнтермĕш мар-и! — тарăхтарман çырусем. Чун-чĕрере хальччен пулман çепĕç-çепĕç, ăшă-ăшă туйăм çуратрĕç иккен те — тарăхăн-и вара!
— Итле-ха, Станислав, — тенĕччĕ пытарăнчăк пулма пĕлмен Виолетта темиçе уйăх каялла. — Мана пĕр каччă юратса пăрахнă.
— Мĕнле каччă?
— Эпĕ комсомол обкомĕ хушнипе конференци делегачĕсене бал ташшисем вĕрентме кайнăччĕ вĕт-ха, — упăшки сисчӳленнине асăрхаман пекех сăмахне тăснăччĕ арăмĕ. — Унта пĕр кăтрашка ман партнер пулнăччĕ. Çав ачана шутсăр килĕшнĕ-мĕн сан мăшăру. Владлен ятлă-мĕн ачи. Сухаçă-сӳреçĕ тет хăйне, анчах епле кăна пĕлет юрату çырăвĕ шăрантарма! Тепĕр поэт таçта айккинче тăтăр! Ме-ха, вула, ху та çаплах калăн. Виçĕ çыру пачĕ вăл ăна. Унтан-кунтан пек вуларĕ вĕсене Станислав куç харшине пĕрĕнтерсе.
— Куратăп, савăнатăн эсĕ.
— Хĕрарăм-çке, мĕнле хĕрарăм чĕрине хускатмĕç кунашкал сăмахсем, — кулчĕ Виолетта.
Упăшки шутларĕ: чăнахах каларĕ вăл, кулчĕ пулсан та шӳтлемерĕ.
Çырусем килчĕç те килчĕç. Вĕсенчен теприне вулаттарчĕ Виолетта Станислава, ыттисене театртан илсе килмерĕ хăй йăнăш тунине çивĕччĕн ăнланса çитсе.
Вĕсем Мускавра вĕреннĕ чух мăшăрланнăччĕ. Хăш-хăш хĕрсем качча тухрĕç те, Виолетта та тухрĕ Станислав Альбертова. Юратнине пĕлмесĕрех.
Театрта ăнтараймарĕ Станислав. Хăй ĕмĕтленнĕ пысăк рольсене тивĕçлĕ пулаймарĕ. Çакăншăн, ун шучĕпе, ертӳçĕсем айăплăччĕ. Мăшкăллаççĕ, тĕрĕсмарлăх тесе тулашатчĕ вăл килти калаçура. Çапла çав, килти калаçура çеç. Ăнланатчĕ ăссăр мар çын: пит шавла-ха ĕçре, вуçех пĕтсе ларма пултаратăн. Çĕкленме, палăрма урăх май тупрĕ вăл — правительствăра искусство енĕпе ĕçлекен чиновник пулса тăчĕ. Халь малта ĕнтĕ, çӳлте. Хушать, кăтартать, тӳрлетет, чĕнет. Хирĕçме юратман Виолетта вăл театртан кайнине сивлесе калаçмасть, ăшĕнче вара ăна эгоизм туйăмне парăнса актер профессине сутнă çын тесе шутлать.
* * *
Филармонире, авалхи чул çуртра, — халăх таланчĕсен конкурсĕ. Виолеттăпа Станислав иккĕшĕ те кунта. Станислав — жюри председателĕ, Виолетта — концерта ертсе пыраканĕсенчен пĕри. «М.Ю.Лермонтов. »Иван ĕмпӳпе çамрăк сыхлавçă тата саттур Калашник хуçа çинчен хунă юрă«... районĕнчи »Кĕтне« колхоз колхозникĕ Владлен Елизарович Асланов...» — аллинчи программăра вуларĕ те Виолетта чăлт-чалт пăхса илнĕ хыççăн хайхи çӳллĕ йĕкĕте, хайхи кăтрашкана курчĕ, кĕтмен тĕл пулура тĕлĕнсе хытрĕ. Йĕкĕт хăй те ун çине пăхать, ун çинчен куçне илеймест.
— Виолетта, санăн пĕлтермелле, — хуллен астутарчĕ тепĕр конферансье, тепĕр актер.
Халăх умне тухрĕ Виолетта, пĕлтерчĕ, каялла килчĕ те çав вырăнтах тăракан Владлен патне пычĕ.
— Салам, пĕлĕш каччă. Ăнăçу сунатăп. Ну-ка ирĕклен, — силлесе илчĕ ун аллисене. — Пыр, ут çăмăллăн. Пĕччен калаçнă пек, ху çеç пек пуçла та, малалла — каять.
Çаплах пуçларĕ Владлен. Умĕнчи халăха курман та пек. Поэмăри сăнсене çеç курнă пек, унти пурнăçа куçса кайнă пек. Илеме мухтанă чух чун хавалĕ çĕкленме пултарнă таран çĕкленчĕ, хурланмалла чух хурланса пусăрăнчĕ, хаярланчĕ чикĕсĕр хаярлăха палăртнă чухне. Утрĕ те вĕриленсе, калаçса-шухăшласа та тăчĕ сăвăç шухăша кайнă тĕлте. Çитрĕ хаяр вилĕм. Анчах пурнăç вилĕмсĕр-çке! Хитрен пуçланă, хитрен пĕтермелле!
Мухтав аслă улпута,
Мухтав хитре арăмне!
Мухтав мĕнпур халăха!
Кĕрлеттерсе ал çупрĕç куракансем-итлекенсем, йĕкĕте хăйне те савăнăçлăн мухтарĕç. Виолетта пулмарĕ-ши пуринчен те хытăрах савăнаканни?
— Чечек çыххи парнелĕттĕм эпĕ сана, маттур пĕлĕшĕм! — Владлен сцена хыçне тухсан тытса чăмăртарĕ вăл ун аллине. — Ыран Хресчен çуртне пырса парнелетĕп! Эсир пурте унта вырнаçнă терĕç.
Тепĕр кун ирхине вăл пасарта мимоза туянчĕ. (Март пуçламăшĕ, хуӳхĕмрех розăсен, гладиолуссен вăхăчĕ инçе-ха). Чечекĕ ку кирлех пулмĕ каччăна, анчах ун патне кайма сăлтав пулмалла-çке. Каччă хăй те курнăçасшăн çунса тăрать ĕнтĕ.
Ай, ачисем, юрлăр-ха кĕслĕрсене майласа!
Ай, ачисем, ĕçĕр-ха ĕçĕрсене астуса!
Кăмăлне кӳрĕр-ха ырă улпутпа
Унăн шурă питлĕ сарă арăмне! —
ăшĕнче савăнăçлăн такмакласа çитсе кĕчĕ Виолетта хăна çуртне.
— Кунтан татăлса тухса кайман-ха вăл, анчах кунта çĕр каçмарĕ. Ăçта вăл халь — калаймастпăр, — терĕç ăна.
7
Пысăк çитĕнӳ хыççăн, хăй те кĕтмен çав тери пысăк çитĕнӳ хыççăн — пушшех те кĕтмен синкер, камера, суд, лагерь.
Филармонирен Хресчен çуртне таврăнатчĕ Владлен. Утса мар, вĕçсе тейĕн.
Савăнăçпа çунатланса, ура çĕре тивнине те туймасăр. Конкурсра мала тухнăшăн ал сехечĕ пачĕç ăна. Пулманччĕ ун нимĕнле сехет те. Акă ĕнтĕ — çутатакан цифрăсемлĕ, браслетлă ылтăн тĕслĕ сехет. Приз савăнтарать, Виолеттăна курни савăнтарать, татах курас пуласлăх савăнтарать. Чечек парасшăн Виолетта ăна, хăй пырасшăн хăна çуртне. Паллах, сăвă каласа мухтава тухнишĕн çеç мар. Урăххи те пур кунта, шутлани тĕрĕсе килни: вăл та, Виолетта, юратать ăна.
Чалкăшса утатчĕ Владлен хунарсен тĕксĕм çутиллĕ каçхи урампа. Сикрĕ-тухрĕ виçĕ арçын. Пĕри, вăрăм питлĕскер, ăна аллинчен тытрĕ.
— Хывса пар мирлĕн.
— Ма памалла ăна сире? Вăл маншăн çав тери хаклă япала.
— Пирĕншĕн те хаклă. Эсĕ каламасăрах куратпăр, — çаратма хăнăхнă арçын самантрах пушатрĕ браслета.
Владлен ăна питĕнчен чăмăрĕпе тăрăнтарчĕ. Чул хӳмене çитсе çапăнса çĕре ӳкрĕ сĕмсĕркке. Юлташĕсем тарса çухалчĕç. Владлен кайма тăнă çĕртен хыпăнса пычĕ хускалмасăр выртакан çын патне. Чĕрĕ-и вăл? Ах, çапмалла марччĕ ун пекех пĕтĕм вăйран! Милиционерсем чупса килчĕç.
Судра Владлен хăйне уçăмлă хӳтĕлеймерĕ. «Çапмалла марччĕ, çапмалла марччĕ ун пекех. Айăплă», — терĕ çине-çинех. Вăрăм питли намăса пĕлмесĕр суйнă хушăра та ăна итленĕ-итлемен савăнса шухăшларĕ вăл: «Чĕрĕ, чĕрĕ! Куçне те уçайманччĕ вĕт-ха, тăнсăрччĕ!» Лешĕ вара, инкек тӳсни, ĕнентерсех ĕнентерчĕ. Тĕл пулнă çынран туртмалли ыйтнă имĕш вăл. «Туртатăн тăк хăвăн пулмалла! Кай çул çинчен!» — тенĕ имĕш ăна Владлен. Ку, çакна кĕтменнипе çухалса кайнăскер, час пăрăнайман та, çапса ӳкернĕ вара ăна усал пуçтах. Юлташĕсем те: «Вăхăтра пăрăнайманнипе çапса ӳкерчĕ», — тесе çирĕплетрĕç ун суййине. Вĕсем пĕр шайкăри туссем пек мар, айккинчен курнă, илтнĕ çынсем пек каласа кăтартрĕç.
Мордва çĕрĕ-шывĕ. Бараксем, йĕплĕ пралук картисем, çӳллĕ хӳмесем, вĕсенчен те çӳллĕрех вышкăсем çинчи салтаксем.
Кун пек вырăн та пур иккен çут тĕнчере. Пĕри теприне, тепри виççĕмĕшне, виççĕмĕшĕ тăваттăмĕшне хушма, хĕсĕрлеме юри пухăннă тейĕн пин ытла çын. Десятниксем, вĕсене пăхăнакан пысăкрах бригадирсем, кусен аллинчи пĕчĕк бригадирсем (икĕ çынлă «бригадăра» та пĕри — асли) — çак питех те йышлă çар пĕтĕмпе арестантсенчен тăрать. Мĕнле палăраççĕ те çӳлтен çӳле хăпараççĕ вĕсем? Пуçлăхĕсене элекпе юраса, юлташĕсем çинчен çăхавласа. Хăшĕсем унашкал ĕçпе çыхланса тăмасăрах. «Лартăр мана бригадира. Услапсене часах ĕçе хăнăхтарăп», — тесе шантарнă та кусем, лартнă вĕсене. Ку йĕркене Владлен кӳрши Костров, лагерьте, хăй калашле, пиллĕкмĕш çул пыршă типĕтекенскер, лайăх пĕлет. Пĕр бригадăра вĕсем. Бригадирĕ, Данилкин, — шăпах услапсене ĕçе хăнăхтарма шантарнисен таврашĕ. Çирĕм çынран иккĕшне-виççĕшне хĕнесе тăкмасăр кун ирттермест вăл. Ун патакне пуринчен те час-часрах çиекенни — Костров. Вăл ĕçлеме чарăнсах калаçма тытăннине асăрхарĕ Данилкин, итлесе тăчĕ пĕр хушă, унтан хăвăрт çывхарчĕ ун патне, туййипе шанлаттарчĕ ăна. — Ан павра! Ытлашши нумай пĕлетĕн!
Ыратнине тӳсеймесĕр кукленсе ларчĕ тĕрексĕрех те мар Костров. Бригадир ăна тапса йăвантарчĕ те çапрĕ татах, тапрĕ татах. Лешĕ малтан упаленсе, унтан сиксе тăрса таричченех. Хăваласа çитсе чармарĕ ăна бригадир, ӳркенчĕ хăвалама, туййипе кăтартса хушрĕ:
— Ну-ка тăр ĕç вырăнне! Ну-ка таврăн хăвăртрах! Тепре курам çеç ĕçлес вырăнне сăмах авăртса тăнине, капла кăна та ислетмĕп.
Бригадира уртарса яракан сăмахсене баракра ирĕклĕн сӳтсе кăнăçать Костров.
— Талăкра вун ултă сехет ĕçлеттереççĕ. Выçă усраса, витĕр курăнакан шĕвĕ яшка çитерсе, çăвар тулли чăмламалăх та çук çăкăр татăкĕ парса. Наян-и эпĕ? Вĕсен шучĕпе çеç наян. Тĕрĕссипе — ку хăрăк пурнăçра ман пачах та ĕçлемелле мар!
Калаçа-калаçа тилĕрсе каять вăл. Апла пулин те уншăн çакă, каласа тăкни, ăшчик çăмăллăхĕ ахăр.
Владлена вăл ӳпкелерех вĕрентет:
— Сан пеккисем чĕмсĕррĕн лаша пек ĕçлени — ыттисем çине сиксе ӳкмелли пит лайăх сăлтав Данилкиншăн. Уншăн çеç мар, пур чун иллишĕн те. «Çынсем ма ывăнмаççĕ, çынсем ма кăмăлсăрланмаççĕ?» — вăл çапла кăшкăрашнине ху та илтнĕ эсĕ. Ас ту, манран маларах кăнса выртма пултаратăн. Сан вырăнунта çĕр çул пурăнас арçын выртатчĕ. Çӳллĕшĕ — икĕ метр ытла, сарлака хулпуççи, писев сĕрнĕ пек хĕрлĕ пит. Вăхăт çитиччен тухас ĕмĕтпе хăйне шеллемесĕр, пĕтĕм вăйне хурса ĕçлерĕ-ĕçлерĕ те часах хуçăлчĕ, вилсе выртрĕ. Ас ту, ун шăпине курмалла ан пултăр. Сан сроку пысăк мар. Хуллен-ерипен — иртсе те кайĕ виçĕ çул.
Ĕçпе юраса хăвăртрах ирĕке тухма ĕмĕтленмест Владлен. Хресчен пурнăçĕнче вăй-хал ĕçне ачаллах хăнăхнă, кунта та ӳркенмест çав хăнăхупа. Урăх шухăш çунтарать ун чĕрине. Пурăнас килменни патнех илсе çитерекен шухăш. Кам вăл халь? Уголовник. Кам пулĕ ӳлĕм? Уголовниках. Лагерьте пулнă çын ятĕнчен ĕмĕрне те хăтăлайман, тасалса çитеймен çын. Эппин, ма кирлĕ ăна ирĕклĕх, ма кирлĕ пурнăç? Виолеттăна аса илет — пушшех те йывăрланать шухăш. Пĕлчĕ, паллах, Виолетта, çийĕнчех пĕлчĕ вăл çынна çапса пăрахни, çавăншăн тĕрмене кĕрсе ларни çинчен. Пĕлчĕ те каларĕ, паллах: «Ав мĕнле çын иккен», — терĕ. Пур-çке халăх каларăшĕ: сăлтавсăр лартмаççĕ. Виолеттăн ма урăхла шухăшламалла?
Сайра хутра Владлен кухньăра ĕçлет. Çĕр улми шуратать, тирĕк-кашăк çăвать. Вăрман касасси мар ку ĕç, сивĕ çумăрлă çанталăкра пахча çимĕç пухса кĕртесси е çĕр чавасси те мар. Хырăм сарăличчен апат çинине те шута илсен — ырлăх, чăн-чăн ырлăх; Эппин, пурте лекеймеççĕ кухньăна. Тăрăшуллисем, йĕркеллисем çеç. Костров, сăмахран, Владлен лагере килсе хупăннăранпа, çур çул хушшинче, пĕрре те пулаймарĕ унта.
Çĕçĕ çаклатса тухса барака таврăнчĕ Владлен. Пысăк çĕçĕ. Сысна чикмелли теççĕ ун пеккине вĕсен Еткерĕнче. Мĕн тума кирлĕ пулчĕ вăл ăна? Нивушлĕ хăй çине ал хурас шухăш вырнаçсах вырнаçнă ун пуçĕнче? Ку шухăш çĕкленсе астарнине туймарĕ пек йĕкĕт. Енчен те ют япалана вăрласа усал ĕç турĕ пулсан, усал шухăш хистерĕ те пуль çав ăна таçтан вăрттăн çĕртен.
Çĕççе Владлен стенари тăрхала шăтăка пытарчĕ, пĕрене çĕрĕкне чавса тунă хăвăла. Тепĕр кунхине пăхать — çĕçĕ çук. Эсĕ илмерĕне тесе никамран та ыйтмарĕ вăл: аван мар вăрланă япала пирки сăмахлама.
Костров каçсерен туха-туха каять те чылай вăхăт иртсен çеç таврăнать. Пĕринче Владлен та тухрĕ ун хыççăн. Вăрттăн йĕрлесе. Темиçе барак умĕпе иртрĕ Костров, клуб çывăхĕнчин кĕтессине çитсе чарăнчĕ. Клуб та пур çав лагерьте. Библиотека, спортзал та пур. Культурăллă кан, зэк, вула, пĕлĕвне ӳстер, аталан. Анчах та каторга ĕçĕнче ывăнакан халăх туртăнмасть кунталла, çывăрса канасшăн вăл шутлă сехетсенче.
Пĕри тухрĕ чикарккине йăлкăштара-йăлкăштара. Данилкин хăйĕн пеккисен йышĕнче доминалла вылянă та ĕнтĕ вăл кăмăллăн васкать баракне, Ара, ăна кĕтет вĕт Костров! Нивушлĕ хĕнесе тăкасшăн улах çĕрте? Вăй çитерĕ-ши ухмантей? Йртнĕ каçсенче бригадир пĕччен таврăнман пуль те ĕнтĕ, çавăнпа усса килмен Костров ăна сыхласа тăни. Халь лешĕ тинех пĕччен. Çитрĕ çеç барак кĕтессине — Костров йăшт тухса тăчĕ ун умне. Çав самантрах Данилкин йынăшса ячĕ те кукленчĕ, унтан çĕре пуçĕпе тăрăнчĕ, хăяккăн ӳксе хускалми пулчĕ. Çĕçĕпе чикрĕ ăна Костров, çĕççине пăрахса хăварса тарчĕ.
Владлен — Данилкин патне. Вилнĕ бригадир, вилнĕ! Ма çаплах тавăрмаллаччĕ-ши ăна? Вăл та çын-çке! Çĕççе илсе пăхрĕ Владлен. Юнлă çĕççе. Ун çĕççи, кухньăран вăрласа килни! Тăрать Владлен шанк хытса, тăрать минресе. Ăна клубран тухнă арçынсем сырса илчĕç.
Каллех çынна пĕтерес килменни шар кăтартрĕ Владлена, çĕр хут йывăртарах шара кĕртсе ӳкерчĕ. Судра Костров пирки пĕр сăмах та шарламарĕ вăл. Ултă ача ашшĕ-çке Костров. Епле кăна кĕтмеççĕ пуль вĕсем ашшĕне!
Çирĕм пилĕк çул хушса пачĕç Владлена. Юрать-ха персе пăрахмалла тумарĕç. Ĕçре тăрăшуллă пулнине, хăйне йĕркеллĕ тытнине шута илчĕç. «Юрать-ха. Çук, персе пăрахмаллаччĕ те — хăтăлаттăмччĕ мăшкăл-хурлăхран!» — савăннă пек пулнăшăн хăйне хăтăрса тăкнăччĕ йĕкĕт, çӳçне тăпăлтарса вырханнăччĕ.
Çурçĕре пысăк преступника, пăрлă тинĕс çывăхне! Климат та асаплантартăр ăна!
***
Ку лагерьте политикăшăн айăпланнă çынсем нумай-мĕн. Вĕсенчен иккĕшĕнпе çывăхланма тӳр килчĕ Владлена. Аллисем шыçса-какайланса кайрĕç те ун (пеллагра текен чир), больницăна лекрĕ вăл. Выртать пĕр пекрех хушаматлă, анчах сăнран-кĕлеткерен питĕ те расна çулланă икĕ арçын хушшинче, итлет, сăнать вĕсене. Сылтăмри — Владимир Семенович Рудницкий, сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă, тăн-тăн кĕлеткеллĕ вырăс. Ун пек кервен арçынсене Владлен Кĕтне тăрăхĕнчи Александровка, Крестниково, Луцки, Комаровка ялĕсенче нумай курнă, çавăнпа тӳрех шутланăччĕ вăл: «Хушамачĕ пирĕн енчисенни пек мар пулсан та вырăс ку». Тепри, сулахайри, — Виктор Соломонович Кантовский. Лутрарахскер, хытканскер, сăн-пит-ĕнчи шултра йĕрсене пула вăл Владимир Семеновичран чылай аслăрах пек курăнать, пит те йăрă, чĕрĕ куçĕсем ăна çамрăклантарсах яраççĕ пек тата. Рудницкий çинче арестант тумĕ те ятуллă теме юрасан, Кантовские ун кĕлеткинчен куласшăн килпетсĕр тумлантарнă тесе шутлама пулать. Хăй çапларах тăхăнать ĕнтĕ Виктор Соломонович: е хулпуççине витсе çитереймест, е тӳмисене тĕрĕс çаклатмасть хăйне хăй уяман çын. Вăл Вильнюсра çуралнă, Мускавра ӳснĕ, тĕрлĕ хулари аслă шкулсенче лекцисем вуланă. Ашшĕ ятне кура Владлен ăна еврей пуль тесе шутлать. Рудницкий — Ленинград çынни. Тĕрмене лекичченех унта пурăннă, унта ĕçленĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне хисеплесе, тимлесе, хĕрсе каймалла пек чухне те хуллен, лăпкăн калаçаççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсем каллех пĕрешкелрех.
Владленран Рудницкий: «Хăш ен каччи-ха?»-тесе çеç ыйтрĕ. Мĕншĕн лагерьте, мĕнле айăпа кĕнĕ? — ку ыйту ăна та, Кантовскине те кирлĕ пулмарĕ. Владлен хăй персе хучĕ чăтсан-чăтсан:
-Сирĕнпе юнашар выртма та намăс мана! Уголовник эпĕ! Пурăнас килмест ман! Вилĕм шыратăп! Эхер те врач Татьяна Сергеевна Лурье, тепĕр ырă политзаключеннăй, ӳкĕтлесе чĕнмен пулсан килместĕмччĕ эпĕ ку больницăна!
Кӳршĕсем тĕлĕнчĕç курăнать йĕкĕт хăйне хăй çав териех питлесе хуçăлнинчен) хытă шеллерĕç те пулас ăна. Пĕр хушă шăппăн ларчĕç вĕсем.
— Эпир пурте уголовниксем. Влаç шучĕпе, — терĕ Кантовский ассăн сывласа илнĕ хыççăн. — Сталин наркомĕ Литвинов ют çĕршыв журналисчĕсене Совет Союзĕнче политзаключеннăйсем çук тесе ĕнентернĕ. Тĕнчери пĕрремĕш номерлĕ тиран патшалăхĕнче политзаключеннăйсем çук. Чĕлхисем мĕнле çаврăннă-ши? Иртни — иртнĕ, пĕтнĕ, асăнма кирлĕ мар теççĕ хăш-пĕрисем. Иртмен çав, пĕтмен. Вилнĕ Сталина сиксех таптарĕç, çав вăхăтрах вăл тунă йĕркене пĕтермерĕç. Тĕкĕнсе пăхас пекки турĕç те хăраса ӳкрĕç: юрамасть, хамăр пĕтетпĕр. Эс, Владлен, пăрах йывăр шухăшна. Пурăнас килмест, вилĕм шыратăп... Пăрах-пăрах, кăларса ывăт пуçунтан, Çыннăн чи пысăк телейĕ — пурнăç тенĕччĕ тахăшĕ. Çапах та пурăнатăп вĕт-ха, çĕнтерсе пурăнатăп пулсассăн — ӳлĕм те çĕнтерĕп тесе хавхаланмалла.
Вăл тăрмаланчăк сайра çӳçне аллисемпе пускаларĕ те чӳрече янахĕ çинчи кĕнекесенчен пĕрне илчĕ.
— Кун пирки Куприн лайăх каланă. Пурнăç илемĕ, хакĕ пирки. «Тытăçу» повеçре. Кăмăлу пулсан вула. Ак çак тĕлтине те пулсан. Назанский сăмахĕсене, — тупрĕ кирлĕ страницăна, хутлатрĕ ăна, хучĕ кĕнекене Владлен çумне. — Уголовник сăмахпа ан хăрат хăвна, ан пусар. Эпир пушшех те хăрамастпăр. Ман шухăш çапла: чи пысăк преступлени те сăлтавсăр пулмасть. Сăлтавĕ — социаллă тĕрĕсмарлăх, танмарлăх, пусмăр. Эппин, преступникра та çынлăх шырамалла, курмалла. Аслă литература çапла вĕрентет. Патшашăн, ун таврашĕшĕн Пугачев вăрă-хурах, бандит пулнă. Пушкиншăн — ырă çын.
Рудницкий уткаласа çӳресе, килĕштерсе итлерĕ ăна, Владлен çине пăха-пăха илчĕ.
Тепĕр кунхине Владимир Семенович кĕтмен çĕртен сĕнчĕ çăмăллăн хавхаланса:
— Атьăр харпăр хăй пурнăçĕнчи пĕр-пĕр пулăма аса илетпĕр. Кулар кулăшли пулсан, пĕрле хурланар эхер историйĕ хурланма хушсан. Юрать-и? Юрать. Эпĕ пуçлатăп.
Сталин вилнĕ. Траур. Рудницкий дирижер ертсе пыракан симфони оркестрĕ пысăк концерт ирттерет пысăк залра. Хурлăхлă кĕвĕсем янăраççĕ-и? Пачах урăхла. «Травиата» оперăри «Кĕреке юрри», «Севиль цирюльникĕ» оперăри Фигаро каватини, опереттăсенчи — «Сильва», «Хаваслă тăлăх арăм» — савăнăçлă музыка, Шостаковичăн «Уяв увертюри», ытти хавхалануллă увертюрăсем. Вăл çеç те мар. Оркестрантсем дирижера курса хăйсене камитле тыткалани. Тахăшĕ кăшкăрса ярать: «Паян праçник! Эпĕ сыпнă кăштах! Çавăнпа çапла вылятăп!»
— Лекрĕ мана концертшăн, — сăмахне тăсрĕ Рудницкий. — «КПСС ертӳçисенчен пĕри вилсе выртнишĕн хĕпĕртерĕр-ха эппин!» — терĕç те — аллă саккăрмĕш статья. Юратать ку статья пĕрре айăпланă çынна. Виктор Соломонович пекех кăшт ирĕкре пурăннă хыççăн каллех çаклантăм ун чĕрнине. Иккĕмĕш лагерь ку пирĕн.
— Хама эпĕ мăка туйăмлă çын тесе шутланă, — пуçларĕ Кантовский. — Юратса курман, пĕлместĕп юратма, пĕччен пурăнса ирттерме тивет тенĕ.
Архангельск облаçĕнчи пĕр лагере илсе çитереççĕ Виктора. Вăл Бухарин юлташĕ пулнă заключеннăйпа, аслă бухгалтерпа, сехет хушши Гегелĕн «Логика науки» çинчен калаçать те, туслашаççĕ икĕ философ. Нормировщик пулса тăрать Виктор. Кантура тирпейлесе тăракан хĕрарăм чирлесе ӳкет, ун вырăнне Ирина ятлă хĕре илеççĕ вăхăтлăха. Хĕрĕ ку аспирантурăра вĕреннĕ чух Ахматова поэтессăна хӳтĕлесе калаçнăшăн лагере лекнĕ. Хитре хĕр мар, ун вырăнне тавракурăмĕ анлă. Тем çинчен те пакăлтатма пулать. Çапла çав, хĕр упраçпа калаçас килни çулăмланса каять Викторăн. Пĕр-пĕрин çумне йăпшăнаççĕ май килсенех. «Ытла та хыткан-çке эсĕ, — тет Ирина. — Килĕшсех каймастăн эс мана, апла пулин те чуп тума юрать», Унчченхи уборщица таврăнать те, Ирина хăйсен лагерьне каять. Уласах йĕрет Амур сăннипе аманма ĕлкĕрнĕ нормировщик: «Шăннă çĕре чавать ĕнтĕ ман хĕр!» 1953 çулхи апрельте ирĕке тухать Виктор. Тӳрех Иринăсен лагерьне чавтарса çитет. Тĕл пулушăн çирĕм пилĕк тенкĕ взятка памалла, Виктор аллă тенкĕ тыттарать хурал пуçлăхне.
— Ирина çулталăк иртсен ирĕке тухрĕ. Иксĕмĕр те Мускавра. Мăшăрлантăмăр çеç — аллă саккăрмĕш статья тепре çапса хуçрĕ мана. Вăхăт çавна пит лайăх кăтартса пачĕ: «Килĕшсех каймастăн эс мана» тенĕ хĕр шанчăклă арăм пулса тăчĕ. Икĕ хуг килнĕ кунта, час-час çыру çырать, — вĕçлерĕ Кантовский хăйĕн калавне.
Кун хыççăн аса илмĕн-и вара Виолеттăна! Актриса комсомол конференцийĕнче делегатсене бал ташшисем вĕрентни, вăл ялан унпа, Владленпа, ташлани, Владлен Шупашкара тепре кайса Виолеттăна курассишĕнех олимпиадăна хутшăнни, тĕп хулара, конкурсра, кĕтмен çĕртен ăна тĕл пулни, сăвă каласа çĕнтерӳçĕсенчен пĕри пулса тăни, актриса-конферансье чунтан савăнса саламлани — хăй пурнăçĕн çак пайне чи паллă, чи çутă тапхăрĕ вырăнне хурса аса илчĕ те йĕкĕт хавхаланса кайнă çĕртен мĕскĕнленчĕ:
— Пуçран кăларса пăрахмалла ман Виолеттăна. Ун çинчен шухăшлама та тивĕçлĕ мар эпĕ.
— Кăмăла илĕртмелле каласа патăн, — терĕ Рудницкий унăн юлашки сăмахĕсене илтмен те пек. — Чĕлхе, фабула, сюжет — литература кунта, калавçă ăсталăхĕ. Сĕнĕттĕм эпĕ сана: тытăн илемлĕ проза ĕçне. Чи кирли çавă: пусмăрлакан йывăр шухăшран хăтăласси. Хăтăлатăн. Литература ĕçĕ пĕтĕмпе çавăрса илĕ сана. Хам çапла хăтăлтăм эпĕ депрессирен. Чăн, ман опыт урăхларах. Пирвайхи лагерьте илтетĕп ăнсăртран: турилкке-радио паçăр асăннă «Кĕреке юррине» шăрантарать. Лагерь начальникĕ пурăнакан çуртран, уçă чӳречерен, юхса тухса сарăлать ытарайми юрă. Çавăншăн кăна та ырăпа асăнатăп начальника. Тепĕр тесен, лайăх çынччĕ вăл. Лайăх кăмăлне пула, зэксене çын вырăнне хунăран, харап курчĕ. Бетховен, Моцарт, Верди, Россини, Чайковский, Штраус (ывăлĕ), ытти вилĕмсĕр композиторсен музыки пур чухне усал-тĕсел шухăша ăшра тытма юрать-и вара? Çĕклентеркен кĕвĕсем пулмалла унта. Эпĕ дирижер-çке. Манăн пушшех те уйрăлмалла мар вĕсенчен", — терĕм хама хам. Çавăнтанпа хăш-пĕр чух пульт çинче тăнă пекех апасене сулкаласа кĕвĕ ĕнĕретĕп ăшра. Пулăшать, çав териех пулăшать. Тытăнăн-и, Владлен, литература ĕçне?
— Тытăнса пăхма пулать.
-Тытăн.тытăн.
Библиотекарьтен (вăл та политзаключеннăй) хулăн икĕ тетрадь, икĕ кăранташ илсе килсе Владлена пачĕ Рудницкий. «Тытăн çырма, — терĕ тепĕр хут. — Ăнăçу сунатăп».
Пьеса çырма шутларĕ йĕкĕт. Вăл хăй те, Виолетта та пьеса геройĕсен прототипĕсем пулнине тӳрреммĕн кăтартмалла мар. Урăхларах сăнарсем ӳкермелле, пурнăçра пулни-иртни евĕрлĕрех ĕçсем ăсласа кăлармалла.
Çур çул тăрмашрĕ Владлен. Чăнах та, чун-чĕрене тăвăнтаракан шухăшсем сирĕлчĕç, пултарулăх ĕçĕпе çыхăннисем йышăнчĕç вĕсен вырăнне. Тăрăшасса та лайăх пьеса пултăр тесех тăрăшрĕ çав. Пĕлет-ха вăл, айванкка мар: ун пьесине нихăш театр та йышăнас çук. Владислав Сергейч пулмалла пьеса авторĕ, çавăн пек кăтартмалла ал çырăвĕнче. Кăтартрĕ вăл, пьеса ятне шухăшласа кăларичченех çырса хучĕ пĕрремĕш страница пуçламăшĕнче: «Вл. Еткер». Ашшĕ тусĕ килĕшессе шанса.
Саланнă театр актерĕсен хуйхи-суйхи драмăра, Пĕр актер çакăнса вилес патне çитет. Хĕрĕ Диана чарать ăна пурнăçран уйрăлма. Диана хăй курса пĕлчĕ, ĕненчĕ: актер чун-чĕри чăнахах та черченкĕ, хăрамалла актер профессийĕнчен. Апла пулин те театр студине вĕренме кĕчĕ вăл. Ун тусĕ Робертта Мускавра вĕренет. Консерваторире. Вăл çамрăк вокалистсен конкурсĕнче пит те лайăх юрларĕ. Сцена хыçĕнче ăна хĕр ăнăçу суннăччĕ, унтан çав тери савăнса чунтан саламларĕ.
Дианăна ăсатса общежитие таврăнатчĕ Роберт. Бандитсем сиксе тухса тапăнчĕç, плащĕпе костюмне хывса пама хушрĕç. Пĕрне çапса йăвантарчĕ Роберт, теприне сирпĕнтерчĕ. Виççĕмĕшĕ кинжал туртса кăларчĕ. Кирек камăнни пекех Робертăн та пур-çке харпăр хăйне сыхлас инстинкт. Е бандит вĕлерĕ ăна, е вăл — бандита. Кăкăр тĕлĕнчи кинжаллă алла ярса тытрĕ Роберт, пăрчĕ те пусрĕ — тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ хурах.
Юрăçă пулас вырăнне çын вĕлерекен пулса тăчĕ Роберт. Тĕрмере вăл. Диана час-час пырса çӳрет ун патне. Пĕринче çил-тăвăл çĕкленчĕ, аслати кĕрлесе çитрĕ. Тип аçа çапать, пĕтĕм тӳпе, пĕтĕм тавралăх çутала-çутала каять.
— Кĕрле, аслати! Çап, аркат ку тĕрмене! Ирĕке кăлар ман савнине. Айăпсăр вăл! — аллисене тăсса йăлăнчĕ Диана.
Арканчĕç стенасем, ишĕлчĕç хӳмесем, таткаланчĕç йĕплĕ пралук картисем. Тăвăл сасартăк лăпланчĕ, аслати шăпланчĕ, хĕвел çутатса ячĕ. Роберт ирĕкре. Каллех пĕрле икĕ савнă чун.
Ашшĕне кĕтетчĕ Владлен. Мордвари лагере пĕрре пырса кайнăччĕ ашшĕ, кунта та килес пек çыратчĕ çырăвĕсенче. Килчĕ. Йĕме тытăнчĕ ывăлне курнă-курман. Мордвара та йĕнĕччĕ вăл.
— Мĕн пулчĕ-ха, ывăлăм, мĕн пулчĕ? — терĕ вăл халь. — Ма çакăнта çитиех илсе килсе хупрĕç сана?
— Пĕр чунилли бригадира вилмеллех çапса пăрахрăм, — Костров пирки ăшшĕне те шарламарĕ Владлен. — Аплах ан хуçăл, атте. Çамрăк вĕт-ха эпĕ. Срок вĕçленнĕ тĕле те сан çулна çитеймĕп. Тен, амнисти пулĕ, нумай маларах тухăп. Акă мĕн; атте. Пьеса çыртăм, — хĕвĕнчен тетрадьсем кăларчĕ ывăлĕ. — Ман шухăшпа, аван пулчĕ, театр йышăнма пултарать. Йышăнтăр тесе Владислав Сергейч çырнă пек турăм. Акă кур: Вл. Еткер. Килĕшĕ-ши вăл?
— Пьесинче ырă шухăшах пулсан — килĕшет.
— Ырă шухăш, атте! Пурнăç — пурăнма! Çавă тĕп шухăш! Юрату çĕнтерĕвĕ тата! Çавна асра тытасчĕ, атте: пьесăн чăн авторĕ кам пулнине санпа Владислав Сергейчсăр пуçне никам та ан пĕлтĕр.
— Никам та пĕлмĕ. Владислав Сергейч хăех машинкăпа пичетлĕ те Шупашкара, театра илсе кайĕ.
* * *
Театрта çĕнĕ пьесăпа паллашаççĕ. Владислав Сергейч вуласа пĕтерчĕ те, актерсем кăмăллăн хускалса, калаçса илчĕç:
— Лайăх япала. Кун пекки чылайранпа пулманччĕ. Йышăнас та лартас хăвăртрах.
Виолетта Урусланова пуринчен те туйăмлăнрах, татăклăнрах пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне:
— Йышăнас, лартас. Шаблонсем йăлăхтарса çитерчĕç. Пĕр спектакльте колхозниксем ГЭС тăваççĕ, тепринче ГЭС тăваççĕ. Сцена çине тухас килми пулса çитрĕ. Нумайăшĕ киленĕç ку пьеса тăрăх лартнă спектакльте выляса.
— Тăхтăр-ха, тăхтăр, — аллине çĕклесе хуллен сулкаларĕ ун упăшки Альбертов. — Атьăр-ха эмоцисĕр. Вăл час-часах тĕрĕс хаклама чăрмантараканччĕ. Тишкерер лăпкăнрах, тарăнрах. Пĕрремĕшĕнчен. Героиня тархасланипе аслати тĕрмене арка-ать. Каçарăр та, Владислав Сергеевич, вырăсла кун пеккине чушь теççĕ.
— Искусство, Станислав Кузьмич, — хирĕçлерĕ Шевле режиссер. — Искусство темле майпа та усă курать. Свифт Гулливерĕ лилипутсен çĕршывĕнче вĕсен флотне сĕтĕрет, великансен патĕнче пĕчĕк ача ăна шăмă ăшне кĕртсе лартать. Мĕн чухлĕ чушь Свифт кĕнекисенче. Çапла-ши? Тĕрĕс мар йĕркеленнĕ чăн пурнăçа искусство майĕсемпе кăтартса пани-питлени мар-и?
— Юмах — аргумент мар. Унпа ан хӳтĕленĕр, ан пăтратăр, — терĕ те ăна чиновник каллех Цветковран ыйтрĕ: — Тĕрме мĕншĕн айăплă кунта? Вăл кирлĕ мар-им сирĕн шутăрпа? Преступниксене обществăран уйăрса пирĕн правасене хӳтĕлекен учреждени кирлĕ мар-и?
— Кирлĕ, — пуçне сĕлтрĕ Владислав Сергейч. — Пушкин та, паллах, çапла шутланă, çав вăхăтрах: «Оковы тяжкие падут, темницы рухнут — и свобода вас примет радостно у входа», — тесе çырнă. Пьесăра тĕрме арканни, Пушкин сăввинчи пекех, тĕрĕсмарлăх арканнине пĕлтерекен метафора.
— Совет сучĕ — чи тĕрĕс суд. Эхер те унăн аяларахри сыпăкĕ йăнăшрĕ пулсан ăна çӳлерехри хăвăртах тӳрлетет. Пьесăра мĕнле? Стихия тӳрлетет. Стихия çеç! Абсурд вĕт ку, совет судĕнчен мăшкăллани, профанаци. Йышăнма пултараймастпăр пьесăна. Пĕтрĕ. Çитет, — сĕтеле çапса илчĕ чиновник, ура çине тăчĕ.
Цветковпа Шевле театртан пĕрле тухрĕç.
— Парăнмастпăр, чарăнмастпăр, — терĕ режиссер. — Пьесăна Культура керменĕнче лартатпăр. Эпĕ унта та ĕçлетĕп. Унта эпир ирĕклĕрех. Талантлă çынсем чăмăртаннă халăх театрĕнче. Унсăр пуçне Елизар Асланова, Кирилл Ежова чĕнĕпĕр. Виолетта Урусланова та хутшăнассăн туйăнать. Хутшăнать. Мĕн тери мухтарĕ иккен те пьесăна. Вăйлă спектакль пулать. Ячĕ еплерех! «Юрату — тăвăл, юрату — хĕвел». Çур хула пырса курĕ! Тăвăпăр-и çапла?
— Тăвас-тăвас!
* * *
Культура керменĕ. Спектакль вĕçленсе пырать. Арканчĕ тĕрме, хăйĕн ĕçне тунă аслати аякка кайса лăпланчĕ. Хĕвел çиçет. Робертпа Диана каллех пĕрле. Чаршав хупăнчĕ те ун умне вылякансем тухса вăрăм рете тăчĕç. Халăх таланчĕсен хушшинче — Виолетта Урусланова, Елизар Асланов, Кирилл Ежов. Куракансем тăвăллăн алă çупаççĕ, автора чĕнеççĕ. Курать Елизар, курать Виолетта: Владислав Сергейч вырăнĕ пушă. Алăк патне çитрĕ Владислав Сергейч, тухса кайрĕ. Çапла вăл хăй автор маррине систерчĕ. Унчченех чухланăччĕ Виолетта: пьеса — Владлен ĕçĕ, Владлена мухтаса та, Владислав Сергейча тав туса та алă çупрĕ актриса.
2012–2013