Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă Сильвестр тетене халаллатăп
Аслă Палас шывĕн енĕпе Яшма ялĕсем вырнаçнă. Пĕринче, çырман сылтăм енче, чăвашсем, сулахай енче тутарсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ялĕсене те Чăваш Яшми, Тутар Яшми теççĕ. Чăвашсем сад ĕрчетме, йывăç ӳстерме юратаççĕ. Вĕсен ялĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех лапсăркка ватă хурамасемпе, мăнаçлă топольсемпе, çатрака туратлă йăмрасемпе хупланнă. Çуркунне çав йывăçсем çинче темĕн чухлĕ курак йăва çавăрса чĕп кăларать. Нумай çын пахчинче тĕрлĕрен улмуççи, чие, слива, хурлăхан ӳсет, çырласем пиçеççĕ.
Аслă Палас Чăваш Яшмин çурçĕр енĕпе авкаланса иртет. Унăн сылтăм çыранĕ тăрăх, ял хĕрринчен пуçласа мĕн вĕçне çитиех, тăват-пилĕк çухрăм та пулĕ, йăвă ӳсекен йăмрасем акăш-макăшшăн кашласа лараççĕ.
Аслă Паласăн сулахай çыранĕ те, Тутар Яшми те вара çап-çара пекех: тутарсем йывăç лартса çитĕнтерме юратсах каймаççĕ.
Паласкас урамĕ çырма хĕррине çитиех тăсăлса анать. Ун вĕçĕнче, сылтăм енче, тимĕр витнĕ икĕ крыльцаллă, йĕри-тавра решеткеллĕ карта тытса çавăрнă капăр çурт ларать. Çурт çумĕнчи вырăсла хапхапа юнашар алăкĕ урам еннелле уçăлакан пысăк кĕлет. Ун умне хăмăрпа сăрланă вăрăм чикмек таянтарса хунă. Пӳрт крыльци, ултă чӳречеллĕ, тĕрлĕ сăрсемпе сăрласа эрешленĕ ытармалла мар çурт, лавккана кĕмелли самаях сарлака крыльца, сада тухмалли алăк,—малалла вара, мĕн шыв хĕррине çитиех, çӳллĕ решетке тăсăлса каять. Ун çумĕпе, урам енче, ытама кĕми ватă йăмрасем ӳсеççĕ. Решеткен тепĕр енче, пысăк пахчара, çĕре яхăн улмуççи çитĕнет. Çулла кашни йывăçĕ айĕнче пекех, пĕчĕк кăна тăпăл-тăпăл пӳртсем пек, вĕллесем курăнса лараççĕ.