Раççейри кашни кĕтесе пĕр паллă пулăм пĕрлештерсе тăрать, вăл - Аслă Аттелĕх вăрçи. Эпир вăрçă курман, анчах та çак пулăмăн ахăр саманине кинофильмсем пăхса, асатте-асаннесем каласа панă тăрăх, хайлавсем вуласа пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра ялсенче хаяр вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветеран салтаксем юлмарĕç те ĕнтĕ. Вĕсемпе пĕрле 70 çул каялла пирĕн çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă тапхăр та хыçа юлать. Пирĕн, 21-мĕш ĕмĕрте пурăнакан çамрăксен, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин пур паттăрĕсене асра хăвармаллах. Кашни çулах Çĕнтерӳ кунне уявлама эпир Пысăк Енккассинче ларакан палăк патне пуçтарăнатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансассăн çак ялтан 158 çын тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă, вĕсенчен каялла таврăнайман. Вăрçăн пур тискерлĕхĕпе асапне тӳссе каялла сывă таврăнма тӳр килнĕ çынсенчен пĕри вăл- Василий Гурьевич Гурьев. Шăпах манăн сире 1920- мĕш çулта кун çути курнă Василий Гурьевич Гурьев шăпипе паллаштарас килет. Василий Гурьевич хресчен çемйинче çуралнă, çемьере асли пулнă, çавăнпа та ашшĕ-амăшне пур ĕçре пулăшса тăнă, çамрăкранах çĕр синче ĕслесе пиçĕхнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çамрăка Вăрмарти çар комиссариачĕ çара кайма юрăхлă тесе палăртнă, В.Гурьева 1941-мĕш çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче çар службине ăсатнă. 1942-мĕш çулхи январĕн 20-мĕшĕнче вăл 981-мĕш номерлĕ çыхăну ротин салтакĕ пулса тăрать. Шăп çак çулхи июнĕн 2-мĕшĕнчен Сталинград хулинче Василий Гурьевăн вăрçă çулĕ пуçланнă, вĕсен роти çар подразделенийĕсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăнă. Июнĕн 17-мĕшĕнче фашистсем Сталинград хулине тапăнса кĕнĕ, Атăл хĕрринчи хулана тăшман аллине парас мар тесе пурте паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, пĕр утăм та каялла чакман. 981 номерлĕ связистсен роти те пĕр минутлăха та çыхăнăва пĕтерме юраманнине лайăх ăнланнă, мĕншĕн тесен фронтри лару-тăру вĕсенчен ытларах килнĕ. Хаяр çапăçу вăхăтĕнче связистсен 30-40 хутчен татăлнă кабельсене сыпăнтарма лекнĕ, шартлама сивве пăхмасăр шăнса кӳтнĕ алăпа юр çийĕн çыхăнăва йĕркелеме тивнĕ. Хăш-пĕр чухне связист çыхăнăва йĕркелесе çитерейменни те пулнă, çавăн чухне телефонист кирлĕ сведенисене çуран чупса кайса калани те пулкаланă. Сталинградшăн пынă 200 кунхи çапăçу 1943-мĕш çулта пирĕн салтаксен çĕнтерĕвĕпе вĕçленнĕ. Çак вăхăталла фронта ытларах танксем çитнĕ, механизациленĕ корпуссем йĕркеленнĕ, 981-мĕш çыхăну роти те 3-мĕш танк армийĕн шутĕнче çапăçнă. Ăна П.С.Рыбалко генерал-лейтенант ертсе пынă, В.Г. Гурьев сержант çыхăну ротин командирĕ шутланнă, рота армипе механизациленĕ корпус хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăнă.
3-мĕш танк армийĕн подразделенийĕ фронтра чи яваплă вырăнсенчи çапăсусене хутшăннă, вĕсенчен чи пĕлтерĕшли Харьковри операци шутланнă. Çак операцире паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 3-мĕш танк армине Гвардейски ят панă. 1943-мĕш çулта Василий Гурьевич, Днепр патĕнчи çапăçăва хутшăннăскер, çав тапхăра акă епле аса илнĕ: «Малалла каякан корпус хыççăн çыхăну йĕркелеме пĕрре те çăмăл марччĕ, мĕншĕн тесен пĕр самантлăха та çыхăнăва татма юраман. Тăшман çула пӳлес тесе кĕперсене сирпĕтетчĕ, çулсем çине мина вырнаçтаратчĕ, Днепр урлă каçмалли хатĕрсене аркататчĕ. Çавăнпа та эпир сулă турăмăр, унта çыхăнăва йĕркелемелли япаласене хутăмăр (кабеле тата ытти çыхăну хатĕрĕ), тăшман çулăмĕ витĕр ăнăçлах каçма пултартăмăр».
Паттăр салтака вăрçă çулĕ Венгрие, Бельгине, Румыние илсе çитернĕ, çак хаяр пулăма В.Гурьев Чехославакире вĕçленĕ. Рыбалко ертсе пыракан çар Прага хулишĕн пынă çапăçура палăрнă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн танкистсем Чехославакин тĕп хулине пырса кĕнĕ. Сак кун аслă çĕнтерӳ кунĕ пулса тăнă та.
Василий Гурьев СССР Президиумĕн Верховнăй Совечĕ йышăннă Указĕ тăрăх 1946-мĕш çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче тăван ялне таврăннă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечествăллă вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие» çĕнтернĕшĕн медальсемпе наградăланă. Сталинград хули патĕнче тăшмана аркатнăшăн тата çапăçура палăрнăшăн вăрçă участникне 1943-мĕш çулта Сталин Тав хучĕпе чысланă. Вăрçă хыççăн та паттăр салтак юбилейлă медальсем илме тивĕç пулнă («1941-1945-мĕш çулхи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 20 çул», «СССРăн Хĕç-пăшаллă çарне 70 çул»).
В.Г.Гурьевăн шăпи телейлĕ пулнă, вăл вăрçăран сывă таврăннă. Тăван тăрăха таврăнсан вăрçă участникĕ ырă кăмăллă та сăпайлă чăваш хĕрĕпе çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ.
Василий Гурьевич çынпа калаçма юратакан, лара- тăра пĕлмен, ырă кăмăллă çын пулнă. Çавăнпах пулĕ ăна колхоз бригадирне лартнă, вăл партком секретарĕнче те, «Динамо» колхоз председателĕн заместителĕнче те ĕçленĕ. 1965 çулта ăна ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Василий Гурьевич сăнарĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин уйрăлми пайĕ пулса юлĕ. Вăрçăпа тыл паттăрĕсене асра тытасси пирĕн тивĕç.