Иртсе пынă май çулсем
Тĕне тĕпе хурса саватпăр.
Кĕрхи сарă çулçăсем —
Вĕсемпеле сывпуллашатпăр.
Тӳпе — ăмăр, хуп-хура
Сăрпа сăрланнăн туйăнать-çке,
Кĕрĕн тунсăхĕ пурах,
Ман юрату çапах пурнать-çке.
Тымарта шĕвелтĕр юн,
Чĕре ачашлăхпа тăртантăр.
Çук, çавах пĕтмен-ха кун, —
Юлашки юрату вăрантăр!