Чĕрем пĕр кĕтесне вырнаçрăн
Эс — юрату — халь ман хуçа.
Чирлетрĕн, чунăма амантрăн
Пĕр шеллемесĕрех пуçа.
Анчах… Пĕр енлĕ юрату вăл.
Ман чун савни туймасть ăна.
Чĕри ун маншăн — хăрнă хăвăл,
Эп уншăн йăлт кĕтмен хăна.
Мĕн каласа ăнлантарам-ши
Çакна сивленĕ чунăма?
Ун чĕрине вырнаçни кам-ши,
Кам тĕттĕмлетрĕ кунăма?
Эп маларах тĕлĕк тĕлленнĕ:
Çăтмахри Пирĕшти анса
Çав каç темме мана иленнĕ…
Пымарĕ пурнăçăм ăнса.
Çавăнтанпа ман шанчăк сӳнчĕ,
Телейĕм юлчĕ хыçала.
Çавах сут туйăм асра юлчĕ,
Чĕнет мана вăл малалла.