Шаккать юлташăн чăвашла машинĕ...
Ансат ĕçлетпĕр ку чухне, ансат.
Аса килет мăнтарăн Кĕçтенттинĕ,
Аса килет те чĕрене касать,
Вăл йывăçран машин туса хăтланнă,—
Пĕччен алçырăвне камах пĕлет?
Пичетлĕ сăмаха епле сăхланнă
Пĕр кĕнеке те кăларман поэт!
Чернил тени те уншăн пулнă «чудă»:
Çырать те хуратать, каллех çырать...
Хура тĕс витĕр вăл курасшăн çутă,
Чĕлхемĕр вилĕмсĕрлĕхне шырать.
Сас паллисем чăваш хĕр куçĕ евĕр
Шăрçаланаççĕ шурă хут çинче...
Шаккатпăр, кĕнекен те пичетлетпĕр,
«Нарспи» çапах та çăлтăр пек инçе.