Пысăк Якур шыва кĕрет,
Кăвакал пек чăмкалать,
Кӳлĕ тĕпне ик аллипе
Хыпашласа пăхкалать.
Пилĕк таран тăрă шыва
Пăтратать те пăтратать,
Шыв хĕрринчи ачасене
Шак чул тупса кăтартать.
Пĕчĕк Якур шыва кĕмест,
Хальлĕхе ишме пĕлмест.
Амăшĕ асăрхаттарнă —
Урине те йĕпетмест.