Ăшă çу кунĕсем иртсе кайрĕç. Çанталăка сулхăн кĕр сăнĕ çапсан сарăхнă йывăç çулçисем çĕрелле вĕлтĕртетсе ӳкме тытăнчĕç. Кайăк чĕпписем те ав çунат илчĕç — амăшĕсемпе кăнтăралла вĕçсе кайма хатĕрленеççĕ.
Çанталăк çапах уяр тăрать-ха. Анчах хĕвел хăй ăшшине хĕрхенкелесе çеç тăкать — виçесĕр сапаламасть.
Таврара ешĕл сăн çухалчĕ. Тинĕс кăна симĕс. Çуллахинчен те симĕсрех.
Паян канмалли кун. Анчах Нина мăшăрĕ тинĕсрен çаплах таврăнмарĕ-ха. Эрне иртрĕ ĕнтĕ. Вăхăт çав тери вăрах шунăн туйăнать. Будильник йĕппи те пĕр вырăнтах тăнă пек. Нинăн ăшĕ вĕçрĕ. Вăл ĕненмесĕр сехет шакканипе шаккаманнине пĕлес тесе будильника хăлхи çумне тытса итлерĕ. Юлашкинчен, кун каç еннелле сулансан, вăл тинĕс хĕррине тухса уçăлма шут тытрĕ. Çĕнĕ кĕпе тăхăнчĕ, куçкĕски витĕр пăхса питне-куçне тĕрĕслерĕ. Кремпа сĕрсе, пудрăпа шăлса сăн кĕртрĕ, духи сапса ырă шăршă кăларчĕ. Вара хăйне чипер те йĕркеллĕ пек туйсан кил алăкне питĕрчĕ те килĕнчен тухрĕ.
Тинĕс çыннин çамрăк арăмĕ ăçталла кайтăр ĕнтĕ — паллах, гаванелле, тинĕс çывăхне. Ачаллă-пăчаллă пулса ĕлкĕрейменскерĕн вăхăчĕ кичемрех иртни çитĕннĕ çыншăн каламасăрах паллă.
Тинĕс вăл илĕртӳллĕ. Унăн асамлă вăйне моряксем уйрăмах лайăх ăнланаççĕ. Вăл хăй патнелле çут çăлтăр пек туртать.
Нина çеçкине кая юлса кăларнă имшер чечеке татса илчĕ те шăршланçи турĕ. Чул сарнă çул урлă каçса тинĕс хĕррине пычĕ, инçетри карапсем çинелле тинкерчĕ. Лере ав хурçă хырăмĕнчи тарăн трюмĕсене тĕрлĕ груз тултарнă капмар пăрахута темиçе пин лаша вăйĕпе ĕçлекен машина хăвачĕ хумсене çĕнтерсе шутарать. Пăрахут вĕçĕмсĕр уласа тăракан сасăллă гаване çитсе тиевĕсене пушатмалла. Пирс тăрăх карапсемпе пăрахутсем вырнаçса тухнă. Пысăк хапхаран вĕçе-вĕçĕн тухакан йывăр машинăсем сăрталла мекĕрленсе хăпараççĕ.
Хĕвел анман пулин те, уйăх курăнать. Авăрсăр çурла пек вăл. Тĕсрен пăхсан ĕлкĕрмен арбуз чĕлли пек шупка.
Тӳпене айлăн-сийлĕн пĕлĕт татăкĕсем сырса илнĕ. Вĕсем пĕрре пĕрлешеççĕ, тепре пĕр-пĕринчен иртсе каяççĕ. Хăйсен мĕлкисене тăтăш улăштарса куç умĕнчех çĕнĕ сăнар йышăнаççĕ. Çав пĕлĕтсем ерипен шунинче чуна шиклентерекен чĕмсĕр хăват пур пек туйăнать. Сăнаса тăракана вĕсем ирĕксĕрех пысăк шухăша яраççĕ.
Акă шыва шавлăн касса çыран хĕрринчен гаубица пек шултра тупăллă монитор уйрăлса кайрĕ. Кĕçех ретĕн ларакан крейсерсен дивизионĕ хушшинчен хура кӳлепеллĕ пĕчĕк катер ухă йĕппи пек вирхĕнсе тухрĕ. Кукăр-макăрсем туса, вăл самантрах ытти карапсем хушшине кĕрсе çухалчĕ, çыран оборонин броненосецĕ çумĕнче вăл шăна пысăкăш çеç курăнса юлчĕ.
Гранит хӳмеллĕ гаване Нина упăшкин карапĕ (вăл çав карап çинче çар службине ирттерет) каллех таврăнмарĕ. Тепĕр тесен вăл хăçан килесси Нинăна паллă та мар.
Палăри-палăрми хумсем чĕтренсе юхаççĕ. Шыв çине ӳкнĕ уйăх мĕлки вĕте хумсем тăрăх сиккелесе пĕрре çухалать, тепре çĕнĕрен курăнать. Çурçĕр енчен талккăшпех шуса килекен хăмăр пĕлĕтсем уйăх патнелле çывхараççĕ, ăна хупласа кайма тăрăшаççĕ. Акă сасартăк сайра çумăр пĕрчисем ӳккелеме пуçларĕç. Пĕри пит çинех ӳкрĕ, ӳте сиввĕн чĕпĕтрĕ. Вара Нина кил еннелле çаврăнчĕ.
Нина çывăрма выртас умĕн яланах каçа хирĕç тухса уçăлать. Ӳпкене таса сывлăш çăтса тултарсан, чăнах ĕнтĕ, çывăрма та аван. Анчах ăна упăшкин карапĕ килменни канăç памарĕ.
— Ăçта-ши вăл? Мĕнле-ши? — пуçне салхуллăн усса вăрахчен мăшăрĕ çинчен шухăшласа ларчĕ вăл. Юлашкинчен лампа сӳнтерчĕ те çывăрма выртрĕ. Тутлă ыйхăран ăна алăка тӳнлеттерсе шаккани вăратрĕ. Тăрук вăратнипе анранă пек пулнă пуçне Нина пуçелĕк çинчен çĕклерĕ.
Тӳн-тун-тун! Тӳн-тун-тӳн! тутарать такам. Ахăртнех, вăл икĕ чышкипе те шанлаттарать пулмалла. Çĕрлехи сасă хыттăн ян каять.
Нина тĕттĕмре урипе хыпашласа кĕççерен çĕленĕ тапочкине тăхăнчĕ, кравать пуçне çакнă чечеклĕ халатне уртса ячĕ. Вара васкасах алăк патнелле чупрĕ. Анчах çекĕле вĕçертме тăхтарĕ.
— Кам?! — ыйтрĕ вăл асăрханса.
— Тăрăр!.. Операцине васкăр! — илтĕнчĕ алăк хыçĕнчен палланă сасă.
Дежурнăй санитарка туфлипе çăмăллăн шаклаттарса утса кайни часах илтĕнми пулчĕ: тинĕс çар госпиталĕнче ĕçлекен ытти сестрасене вăратма хыпаланчĕ пулас.
Нина хăвăрт тумланса пуçтарăнчĕ те тутăрне çыхмасăрах госпиталь картишне чупса тухрĕ.
Каш-каш-каш! ăш-чике хускатмалла тискеррĕн кашлаççĕ çул хĕррипе ретĕн-ретĕн лартса тухнă шур хурăнсем. Йăс-йăс-йăс! йăслать вĕт çумăр. Чĕрĕ çил туратсене çакланса тискер кайăкла çинçе сасăпа çихĕрет, сестран чипер çӳçне сире-сире арпаштарать. Хура тӳпе чуна шăнтса ямалла хăрушшăн курăнать.
«Ку юрĕ-ха. Шалкăм çумăрах мар. Анчах… Тинĕсре халь мĕнле-ши? — шухăшласа илчĕ Нина çут çанталăк пăсăлас умĕн яланхилле канăçсăрланса. — Ух, сивĕ те-çке. Ыйхă пусни йĕпе-сапана пĕлтернĕ иккен».
Тăр-тăр! чĕтретекен çил çинче сестра çӳçенсе илчĕ. Утне сивĕ шатра тапса тухрĕ.
Нина тĕттĕмрен пӳрте кĕрсенех ун куçне лампа çути йăмăхтарчĕ, куç тымарĕ ыратнă пек пулчĕ. Çавăнпа вăл куçне ытти чухнехинчен ытларах хупса тăчĕ, аллипе те хупларĕ.
Операци пӳлĕмĕнче шурă халатлă çынсем тăраççĕ. Хĕвĕшсе çӳрекен çук. Çăвара шыв сыпнă тейĕн, пĕр калаçмасăр ĕçлеççĕ. Хушăран асли марльăпа хупланă çăварне уçса пĕр сăмах чĕнчĕ тĕк, вăл хушнине ыттисем пĕр сăмах вакламасăр тăваççĕ.
Нина «тĕпелелле» иртиччен тӳрех вешалкăра çакăнса тăракан халатне илсе тăхăнчĕ — госпитальте йĕрке çавнашкал: килти тумтирпе чирлĕ çынсем хушшинче çӳреме юрамасть. Халат кĕсйинчен хĕрлĕ хĕреслĕ шурă калпак кăларса тăхăнчĕ, ăна пуçĕ çине йĕркелесе лартрĕ. Тирпейлĕн кастарнă çӳçне калпак айне пытарчĕ. Чăтаймарĕ, такама шыранă пек, кĕçех пӳлĕм тăрăх пăхса çаврăнчĕ: операци сĕтелĕ çинче простыньпе витнĕ çын выртать. Аслă хирург Варламцев — кĕтесре, ăшă шыв тултарнă умывальник умĕнче, супăньленĕ щеткăпа сăтăрса аллисене çăвать, пӳрне хушшипе чĕрне айне уйрăмах тăрăшса хырать.
— Мĕн пулчĕ, Петр Сергеич? — ыйтрĕ Нина тухтăр патнелле ура ярса пусса.
Тăрăхларах та типшĕмрех питлĕ, çăра сухалне кĕскен кастарнă хирург, аяккинчен сăнасан профессор пекрех курăнаканскер, стайлă кĕлеткеллĕ çамрăк сестра çине сăмса тăрне хĕстерсе лартнă куçлăх айĕн пăхса илчĕ. Чипер тута-çăварлă та хитре хул-çурăмлă, куçа илĕртекен пӳ-силлĕ сестрана вăл, темле çĕнĕ хыпар пĕлтерес пек, тĕмсĕлсерех пăхрĕ.
— Нимех те мар, хĕрĕм… Куратăн-и, тинĕсрен каллех çын кӳрсе хăварчĕç: хырăмран аманнă. Суранĕ пысăк, хăрушă… Операци тумалла! — терĕ тинĕс госпиталĕн пуçлăхĕ.
— Мĕнле аманнă вăл? — ыйтрĕ тепĕр сестра, çул тĕлĕшĕнчен Нинăран аслăрах курăнаканскер.
Медицина офицерĕ, пĕрремĕш рангри капитан Варламцев, аллине çунă хыççăн пит шăллипе шăлса типĕтнĕ май çав çын епле суранланни çинчен каласа пачĕ:
— Унашкалли тинĕсре пулкалать, — терĕ вăл. — Шторм вăхăтĕнче хĕсĕк фарватер тăрăх пыракан тральщик ишекен минăпа тĕл пулнă. Командир ăна пĕтерме шутланă. Анчах хӳтлĕхсĕр вырăнта çанталăкĕ усал тăнă, хум валемĕсем пĕчĕк тральщика турпас пек вылятнă. Вилĕм чăмăрккине тĕллесе тивертме тĕттĕм пулин те, çумăр витререн тăкнă пек çуни те хытă кансĕрленĕ. Ирĕксĕрех хăрушă шар патне çывхарма тивнĕ. Мина шартлатса çурăлнă самантра мостик çинчи сигнальщик тральщик командирне хăй пĕвĕпе хӳтĕленĕ. Капитан-лейтенант сывă юлнă, анчах матрос хырăмĕнчен аманнă. Çакă вăл вăрçă юлашки… Час ак операци пуçлатпăр, — Варламцев сехечĕ çине пăхса илчĕ.
Паллах ĕнтĕ, транспортсемпе пăрахутсем тата ытти çар карапĕсем иртсе çӳрекен вырăнта вилĕм кӳрекен минăна пăрахса хăварма юраман. Ăна пĕтермеллех пулнă.
Нина, çунă аллине çийĕнчи стерильнăй халачĕ çумне сăтăркаласа, хирургăн калавне пĕр сăмах сиктермесĕр итлерĕ.
«Епле лăпкăн калать вăл», — шухăшларĕ сестра хăй ăшĕнче. Сигнальщика шелленипе унăн ӳчĕ сĕр-сĕр чĕтресе илчĕ. Куçĕ умне вĕресе тăракан тинĕсри тральщик тата ун çывăхĕнче хăрушшăн шартлатса çурăлакан мина тухса тăчĕ. Сасартăках Нинăн хăй пурнăçне шеллемесĕр офицер кун-çулне çăлса хăварнă ырă кăмăллă харсăр моряка сăнран курасси килчĕ. «Мĕнле пит-куçлă-ши вăл?.. Простыне сирсе хăрах куç-пата пулин пăхасчĕ… Петр Сергеич каласа панă ĕçе тăваканни çаках-ши вара?»
Сестрана вăл ытла та çывăх çын пек туйăнса кайрĕ. Чăнах, кам-ши вăл? Тен, сестра ăна палласа та илĕччĕ. Медицина училищинчен вĕренсе тухса çак госпитале ĕçлеме килнĕренпе вăл сахал мар моряка палланă. Кăçал кăна-ха, пĕр виç-тăват уйăх каялла, Нина хăйĕнчен икĕ çул аслăрах матроса качча тухрĕ. Юратнă мăшăрĕ ăна кампа кăна паллаштарман-ши? Çитменнине тата кашни çар карапĕ çинче тенĕ пекех унăн тусĕсем пур иккен. Тĕрĕсрех каласан, морякпа пурăнса Нина хăй те кăштах морячкăна тухса каймарĕ.
Унăн простыне сирсе аманнă моряка пит-куçĕнчен пăхасах килчĕ. Анчах шурă çи витти айĕнче хускалмасăр выртакан тăнсăр çынна уçса пăхма Нинăна ирĕк памарĕç — йĕрки çавнашкал. Кунсăр пуçне ун çумĕнче стерильнăй халат пурри те чарса тăрать. Çак халата, микробсене пĕтерес тесе дезинфекциленĕскере, çие тăхăннă нимĕн çумне те пырса ан сĕртĕн. Тепĕр тесен, палламан каччă çине пăхма кирлех-ши? Хирург каларăш, ун вырăнĕнче урăххи пулнă пулсакн та, карап командирне çавнашкалах кăкăрпа хупланă пулĕччĕ.
— Хушамачĕ мĕнле ун?? — пурпĕрех тӳсеймерĕ Нина. Унăн пĕтĕм ăш-чикĕ пăшăрханчăклă туйăмпа тулчĕ. Чĕрене те сасартăках темскер каснă пек, темскер шăтарнă пек туйăнчĕ — шĕкĕ кишĕклет тейĕн.
— Сигнальщикăн-и? — çамкине пĕрчĕ ватă Варламцев. — Маннă, хĕрĕм. Тупата, маннă. Чим, мĕнлеччĕ-ха? — астума тăрăшса аллине тăнлавĕ патне тытрĕ. — Çук, астăваймастăп. Пит çăмăл хушамат пекчĕ. Тральщикăн номерне те астумастăп халь. Питех пĕлес килсен «чир историне» пăхма пулать.
Сестрасемпе врачсем пичĕсене шурă марльăран тунă маскăпа хупларĕç.
Варвара Петровна, наркотизатор, асаплăн сывлакан çыннăн пуçĕ çинчен простынь кĕтессине мăйĕ таран сирчĕ те шампа хырăмлă савăтăн пĕчĕк çăварĕнчен эфир шĕвекĕ юхтарса çĕнĕ маска йĕпетрĕ, унтан ăна, киввине сӳсе пăрахса, матрос çамки çине хучĕ. Çыннин пит-куçне, сăмсипе çăварĕсĕр пуçне, йăлтах марльăпа çыхса пĕтернĕ. Пĕлме çук, осколок шăйăрттарнă пулас.
Суранлă çын йывăррăн сывласа илчĕ, чыхăнса кайрĕ, пĕтĕм пĕвĕпе хыттăн карăнса туртăнчĕ. Хăйне лăпкăнрах выртма пулăшакан çынсен аллисене моряк çăмăллăн сире-сире ячĕ. Санитарсемпе сестрасем ăна вăйлă кăкăрĕнчен тытса аран пусарса тăчĕç.
Акă сигнальщик тинех шăпланчĕ, чыхăнма чарăнса тикĕссĕн сывлама тытăнчĕ: ахăртнех, майĕпен самайланать пулас.
— Наркоз патăмăр! — пĕлтерчĕ Варвара Петровна операци пуçлас умĕн организм ăшне пĕтĕм ӳт-пĕве туйми туса çывăрттаракан эмел ярсан.
Хирург аллисене резина перчетке тăхăнчĕ те:
— Пуçлăпăр ĕçе! — терĕ. — Скальпель! — хушрĕ вăл пĕр сестрана.
Çамрăк хĕрарăмсенчен пĕри ăна пĕчĕк çĕçĕ пачĕ. Сиввĕн йăлтăртатса тăракан çивĕч скальпель ӳте перĕнчĕ. Ӳтрен юн юхма тытăнчĕ. Анчах юн таппине тухтăр чарма шутламарĕ.
— Пеано! — терĕ вăл.
Нина куçа çисе тăракан çап-çутă пĕчĕк хĕскĕк тăсрĕ. Кунта кашни йăлтăркка инструмент, тусан пĕрчи мĕнне пĕлменскер, тап-таса. Хирург çак япаласемпе, çивĕч е пуклак, е авăнчăк вĕçлĕскерсемпе, питĕ ăстайлăн тыткаласа, суран пĕшкĕне-пĕшкĕне пăхать. Акă вăл çывăхарах лампа тытма хушрĕ. Лампа илсе пырсан ун çутинче чĕрĕ суран хăрушшăн курăнса кайрĕ, Петр Сергеевич хăй ĕçне тунă самантра ассистент пурçăн çиппе юн тымарĕсене туртса çыхрĕ.
Юн кайма чарăнчĕ. Малтан йăлтăртатса юхаканскер часах хăйĕн чĕрĕ тĕсне çухатрĕ, тĕксĕмленсе пырса кĕвĕлме тытăнчĕ.
Операционнăйра пĕрмаях хирургăн пĕрер-икшер сăмахлă çирĕп приказĕсем илтĕнеççĕ. Сестрасем ăна тĕрлĕ йышши çĕçĕсемпе хачăсем, Пеанопа Кохер хыпкăчисем тата темле шĕвек ăшне пуçса йĕпетнĕ марля татăкĕсем парса тăраççĕ.
Операци тăвакан пӳлĕме часах йывăр шăплăх пусса илчĕ. Çынсем сывлама чарăнчĕç тейĕн. Шăна вĕçни те илтĕнмелле. Çак шăплăхри кашни минут этемĕн кун-çулне татса парать, ăна çăлма та, пĕтерме те пултарать.
Пӳлĕмре хирург аллинчи инструментсем çеç хутран-ситрен чăнк-чанк тукаласа илеççĕ. Е Варламцев хăй хушăран сăмах чĕнкелет:
— Пульс мĕнле?
— Вăйсăр… Аран сисĕнет!
— Кофеинпа лобелин — икшер кубик!
— Итлетĕп! — илтĕнет ответ.
Акă вăрăм йĕплĕ шприц. Сестра унăн çип-çинçешке вĕçлекине, эмеле пăртак чăртлаттарса пĕрĕхтернĕ хыççăн, матрос аллине чавса хутламĕнчен чикрĕ. Сестра шприцăн кĕленче савăчĕ ăшне малтан кăшт юн кăларса илчĕ. Юн таса шĕвеке йăлтах пăтрантарчĕ. Çапах та юнлă-хутăшлă кофеина çамрăк сестра матрос венине пĕр тумлам юлми ячĕ: вăрахчен, васкамасăр. Моряк сасартăк шăппăн йынăшса илчĕ. Искусственнăй майпа организма кирлĕ апат-эмел паракан сестра куншăн шутсăр хытă савăнчĕ, хăйне тĕлĕнмелле ырă ĕç тунă пек туйăнчĕ, мĕншĕн тесен çын хальхинче йынăшни вăл вилĕме çĕнтернине пĕлтерет-çке.
Сестра моряк организмне эмел панă хушăра хирург суран ăшĕнчи юнпа çăвăннă осколоксене кăларса илчĕ, пĕр çĕре хурса пычĕ. Тĕлĕнсе пуçне сулларĕ. Моряк кĕлетки кашни йывăр самантрах кăрт та кăрт сиксе илчĕ.
— Сыватма шанчăк сахал. Пыршăсене хытă сиенленĕ, темиçе çĕртен шăтарнă, — терĕ пĕрремĕш рангри капитан-хирург.
Нина металл ванчăкĕсене куç илмесĕр сăнарĕ. Çурăм тăрăх ĕнтĕркеттерсе яракан сивĕ йăпăртатса чупрĕ, вăйĕ пĕтсе килнĕ пек туйăнчĕ. Кăмăлĕ пăтранса килчĕ. Сигнальщикăн юнлă суранĕ унăн чун хĕлĕхĕсене çатăртаттарса чĕпĕтрĕ. «Моряк хăй мĕнле тӳсет-ши? Çăлайăпăр-ши ăна?..»
Çакă вăл — вăрçă инкекĕ! Тăван çĕршывшăн пынă аслă вăрçă тахçанах чарăннă ĕнтĕ. Унтанпа нумай çул иртрĕ. Ăна манма та вăхăт çитнĕ темелле: этем суранне ӳт илнĕ, çĕршыв суранне çĕнĕ стройкăсемпе юсанă. Вăрçă хыççăн çуралнă ывăл ачасем часах каччă, хĕр ачасем пĕве кĕрсе çитнĕ хĕр пулĕç. Çапах та иртнĕ вăрçă хăйне манăçтарасшăн мар. Мирлĕ вăхăтра кĕтмен мыскарасем кăтартса, хăйне çине-çинех аса илтерет вăл. Тип çĕрте те ав нимĕç фашисчĕсем вăхăтлăха оккупациленĕ вырăнсенче е бомбăпа снаряд склачĕсене тупаççĕ, е шурлăх типĕтнĕ чух юшкăн айĕнчен сасартăк бульдозерпа самолет сиктерсе калараççĕ. Çакна тата кам калама пултарĕ: тинĕссем тĕпĕнче паянччен пытанса выртакан мина-торпеда таврашĕсем мĕн чухлĕ-ши?
— Ĕç начар, — терĕ хирург, унăн пĕркеленнĕ çамки çине тар тапса тухрĕ. Сывлăм шывĕ пек çутă тара Нина марльăпа шăлса илчĕ,
Госпитальте выртакан кирек хăш çын суранне те шанчăклă та лăпкă тыткалакан ватă çыннăн хытанка пӳрнисем сисĕнмеллех чĕтресе илни сестрана хытă тĕлĕнтерчĕ. Тепĕр тесен, çак япаларан тĕлĕнмелли нимех те çук — çын инкекĕ çине чунсăр çын çеç лăпкă пăхать. Варламцев чĕри те — чул мар…
Нина тинĕс çар госпиталĕн пуçлăхĕпе çулталăк ытларах ĕçлет. Ăна вăл ку таранччен паянхи пек улшăннине астумасть. Тепĕр тесен, Варламцев хăй хумханăвне палăртать-и вара? Тен, ăна ĕçри юлташĕсем асăрхасран чĕре тĕпне пытарма тăрăшать? Тен, вăл кашни операци вăхăтĕнчех çакнашкал хумханать? Совет çыннин пурнăçĕнчен хакли уншăн мĕн пур çут тĕнчере?
Сигнальщика тăн кĕресшĕн мар. Организм пурнăçшăн кĕрешет пулин те, куçа курăнман хаяр вилĕм харсăр сигнальщика хăй «патшалăхне» илсе каясшăн хуралласах тăрать.
Старикĕн çамки çине каллех çутă тар пĕрчисем шăрçаланса тухрĕç. Хирург, пĕтĕм вăйне-пулăхне, пĕтĕм чунне-хавалне парса, пĕтĕм чĕререн тăрăшса ĕçлени каламасăрах паллă.
Нина пĕрремĕш рангри капитан çамкине марльăпа типĕтсех тăчĕ. Медицина законĕ çавăн пек: тăварлă тар тумламĕ уçă суран ăшне лекес-тăвас пулсан, врачсем мĕн тăрăшнине йăлтах харама ярса, çын пурнăçне пĕтерме пултарать.
Нинăн та çан-çурăмĕ тарларĕ.
Варламцев, темле пăнчă çине куç хупмасăр пăхса, шухăшласа тăчĕ. Аманнă çын йăшăл та хускалмасть.
Юлашкинчен хирург хăй мĕн шухăшланине пĕлтерчĕ:
— Резекци тумалла! — терĕ вăл. — Инструментсем хатĕрлĕр!
Пурте пичĕсене хупланă марля тĕслех пулса кайрĕç.
Резекци! Ку вăл — чĕрĕ организмăн юсанма пултарайман хăш-пĕр пайĕсене пĕр хĕрхенмесĕр касса пăрахни пулать. Ку вăл — операцирен те чи хăрушши, чи кăткăсси.
Ĕнтĕ пысăк лампа та сасартăках çутă хĕрӳлĕхне çухатса тĕксĕммĕн çутатнăн, врачсем хушшинче питĕ сайра усă куракан сăмахран тăруках сивĕ пенĕн туйăнчĕ. Тен, çавăнпах-и кашни ĕçлекенĕн çан-çурăмĕ шăннă чухнехилле сăрăлтатса илчĕ.
Акă Варвара Петровна çын курман чух куççульне вăрттăн шăлчĕ. Куна Нина çеç асăрхама ĕлкĕрчĕ. Пульс шыракан сестра та, вĕренсе тухнă хыççăн тинтерех кăна ĕçе кĕнĕскер, ĕсĕклесе ячĕ.
Тен, çемçе кăмăллă Нина та макăрса яратчĕ пуль, анчах ăна хирургăн çирĕп сасси уçăлтарчĕ: хĕр вара хăрушă тĕлĕк курса ыйхăран вăраннă пек шарт сикрĕ.
— Инструментсем хатĕр-и?
Нина дезинфекциленĕ тĕрлĕ çĕçĕ-хачăсемпе хĕскĕч-хыпкăчсене тата ытти инструментсене алăран алла хăвăрттăн тыттарчĕ.
Операци вăраха тăсăлчĕ. Миçе сехете яхăн пычĕ-ши вăл? Нина пĕлеймерĕ. Операци уншăн ниепле те вĕçне-хĕрне тухассăн туйăнмарĕ.
Варламцев юлашки пинцеткăна кĕленчепе витнĕ сĕтел çине шакăрт! хучĕ, юнпа вараланса пĕтнĕ тăвăр перчеткисене аллисенчен тертлене-тертлене турткаласа хыврĕ те ятарласа лартнă пукан çине пăрахрĕ. Унтан çăварне хупласа тăракан маскине салтса илсе кăкăр тулли сывласа ячĕ. Сывлăш çитменнипе антăхнăскер пĕр авка тăна кĕреймен пек, тĕнчери нимĕнле япала та ăна кăсăклантарман пек хытса тăчĕ, тарне типĕтрĕ. Вара тин урамра тул çутăлма пуçланине асăрхарĕ.
— Пĕтрĕ!.. Юн хушасси çеç юлчĕ, — терĕ хирург. Ассистентка чĕрне вĕççĕн юнашар пӳлĕмри сĕтел патне чупрĕ. Унта, йăлтăркка бикс ăшĕнче, юн тултарнă ампулăсем пулма кирлĕ. Анчах ассистентка çаплах таврăнаймарĕ. Вăл çĕр тĕрлĕ им-çам савăчĕсемпе коробкисене айăн-çийĕн çавăрттарчĕ — каллех кирлĕ япала пурпĕр куç тĕлне лекмерĕ. Унтан вăл хаклă ампулăсене этажеркăпа кĕленче алăклă шкафсенче шырарĕ. Çук, юн ниçта та тупăнмарĕ.
Çак вăхăтра хирург сасси илтĕнчĕ:
— Часрах!.. Мĕн унта сирĕн?!
Ассистентка сасă памарĕ. Вăл пушшех хыпăнса ӳксе тепĕр хут сĕтел патне çаврăнса пычĕ. Биксри ампулăсене пĕрин хыççăн теприне тыта-тыта каялла хучĕ. Юлашкинчен ун алли чĕтрене ерчĕ.
— Мĕн пулнă унта? — каллех ыйтрĕ Варламцев.
Хĕрарăм васкаса таврăнчĕ. Нимĕн те чĕнмерĕ, пуçне çеç усрĕ. Вăл мĕн каласса кĕтсе, ăна юлташĕсем хупăрласа илчĕç.
— Консервланă юн çук пирĕн, Петр Сергеич! Мĕн тăвас? — айăпа кĕнĕ çыннăнни пек мĕскĕнле илтĕнчĕ ассистентка сасси. — Виççĕмĕш группăри юн кăна.
— Япăх! Питĕ япăх! Унăн — пĕрремĕш группа вĕт!
Операци тунă çĕре хутшăннă çынсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Виççĕмĕш группăри юн вилес пек выртакан çынна пачах юрамасть, Мĕншĕн тесен ăна ун пек юн яни наркăмăш ĕçтернипе пĕрех.
— Ах, мур илесшĕ! — хытă кӳренчĕ госпиталь пуçлăхĕ, вилекенсене вилĕмрен хăтаракан.
Ассистентка тӳсеймесĕр макăрса ячĕ.
— Мĕншĕн кун пек пулса тухрĕ? Мĕншĕн?.. Эпĕ камран ыйтатăп?! Сиртен-и? — тарăхса кайрĕ пĕрремĕш рангри капитан. — Çĕркаç складран мĕншĕн илсе тухмарăр?
— Тĕрĕслемерĕм! Айăплă!.. Пĕрремĕш группăрисем пурччĕ — пĕтнĕ. Çитет пулĕ терĕм, — куççуль витĕр ăнлантарчĕ ассистентка.
— Чăрманас килмерĕ-и?.. Ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлеме хăçан пăрахăпăр? Йĕркеллĕ ĕçлеме хăçан вĕренсе çитĕпĕр? Çитменнине ăçта тата? Çар госпиталĕнче! Пĕлместĕп, ĕçре мĕн çинчен шухăшлатпăр эпир! — ватă хирург тата хаяртарах сăмахсем каласшăнччĕ, анчах çилли хыççăн каймарĕ — хăйне вăхăтра тытса чарчĕ. — Ну, мĕн тумалла?!
Моряк вилĕм умĕнхи асаппа этемле мар сасă кăларса йынăшрĕ: куна сывă çыншăн илтме те хăрушă.
Лару-тăру йывăрланса çитрĕ. Сигнальщик халех вилме пултарать. Унăн пурнăçĕ куçа курăнман çинçешке çипрен анчах тытăнса тăрать.
— Мĕн тăвăпăр? — пулăшу шыраса пурин çине те пăхса илчĕ медицина офицерĕ.
Шăп. Пĕри те ăс параймарĕ.
Урамра çил шавласа илчĕ. Тахăш чӳречен уçса янă форточкине шанлаттарса çапрĕ. Хăш чӳрече кантăкĕ уçă пулни ялав пек авăсăнса варкăшакан вăрăм карăран палăрчĕ.
— Хам юна парăттăм — юрăхсăр: иккĕмĕш группа! — хуйха ӳкрĕ пуçлăх. — Госпитальте юн çук — намăс!.. Халех донора чĕнес пулать! — тинех тавçăрса илчĕ хайхискер.
— Вăхăт нумай иртет-çке… Унччен вилсе каймĕ-и? — çăвар уçрĕ Нина çак йывăр самантра мĕнпе те пулин пулăшасчĕ тенĕ евĕр Петр Сергеевич çине пĕр салхуллăн, пĕр хĕремесленсе пăхса. — Чунăм çук вăл вилесрен.
— Мĕн тăвăпăр-ши вара? Инкек вĕт, — ним тума та пĕлмерĕ госпиталь пуçлăхĕ.
— Ирччен юн тупма çук! Ĕненĕр мана! — хуравларĕ Варвара Петровна.
— Инкек, инкек! — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ ватă хирург.
Нина пĕр хушă пуçне усса янахĕнчен сулахай аллипе тытса хуйха ӳкрĕ. Унтан хускалса илчĕ те урисене пĕр-пĕринчен аран ирттерсе пуçлăх умне тухса тăчĕ.
— Петр Сергеевич, эпĕ хам юна парасшăн! — çĕнчĕ вăл.
Хирург, çамрăк сестран тĕреклĕхне пĕлес пек, унăн тăп-тăп кĕлеткине йăнăшма юратман критик пек пăхса илчĕ.
— Тавтапуç, хĕрĕм. Савăнтартăн эсĕ мана. Анчах… тӳсейĕн-и? Эсĕ ывăннă вĕт.
— Сирĕн чухлех ывăнман, — тавăрчĕ сестра. — Чăтатăп!
— Халиччен юн парса курнă-и?
— Курман.
— Мĕнле группăччĕ-ха юнăр?
— Пĕрремĕш!
Хирург, тинĕс çар офицерĕ, пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ. Халиччен юн парса курман тата çĕрĕпе çывăрман çынран юн илесси ăна кăштах шиклентерчĕ те пулас. Çапах та çынна вилĕмрен çăлма урăх май çуккине кура тек иккĕленсе тăмарĕ.
— Юрать! — килĕшрĕ вăл. — Часрах! Хаклă вăхăта çухатас мар.
Варламцев ыттисем енне çаврăнса тăчĕ:
— Хатĕрлĕр аппарата!..
Нина юн илме лартса панă сĕтел патне тăватшар кĕтеслĕ питлĕхсенчен сарса тунă паркетлă урай тăрăх хуллен-хуллен утса кайрĕ. Урай, пăрахут палуби пек, енчен енне тайăнса илнĕн туйăнчĕ. Умрах чӳрече. Çĕрлехи кантăк тĕкĕр евĕрлех курăнать: ун çине шурă тумлă врачсен сăнарĕ ӳкнĕ.
Сестрана сигнальщикпа юнашар вырттарчĕç. Вена ăшне йĕп чиксе хучĕç. Хĕрарăм юнĕ вара аппарат тăрăх тумлам-тумламăн моряк патне кайрĕ. Нина ыратнине те, хăранине те туймарĕ.
— Мĕнле, хĕрĕм? — илтĕнчĕ палланă сасă.
— Лайăх.
Аппарат организмри юна сăхнăçемĕн сăхать, ĕçнĕçем ĕçет.
Нинăна ăшă çапрĕ. Пуçа та темскер вĕрилентерсе ячĕ. Анчах ăс-тăн, туйăм чиперех.
— Тс-с, ик çĕр алă кубик илтĕмĕр. Пуçăр çаврăнмасть-и?
— Çук. Татах илĕр.
— Ан çывăрăр, — асăрхаттарсах тăрать пĕри. — Куçăра ан хупăр, маччаналла пăхăр.
Тахăшĕн çемçе те ăшă алли Нина сăмси патне нашатырьпе йĕпетнĕ ватка тытрĕ. Кӳ-ӳ! çапрĕ спирт сăмсаран.
— Тытăр! Шăршлăр! — Нина аллине йĕпе мамăк тыттарчĕ пĕри.
Юн панă хыççăн та çын вилсен вара — мăшкăл. Сарăмсăр вилĕмпе вилекенсем хальхи пурнăçра сайра тĕл пулаççĕ. Пин е, тен, вун пин çынтан пĕрре анчах. Çапах та çак моряк шăпах çав çынсен шутне лекме пултарать.
Палламан çын çăлăнайсан Нинăшăн калама çук пысăк телей пулĕччĕ. Нинăшăн кăна-и?.. Уншăн пурте пĕр çын пек савăнĕччĕç. Фронтра пĕр-пĕр çын, хăй кăкăрĕпе хăюллăн хупласа, юлташа е командира вилĕмрен çăлса хăварни те тăтăшах пулнă, анчах тăшман пулине хăй çине илекен кашни паттăрăнах пурнăçĕ татăлман вĕт-ха. Врачсем тăрăшнипе вĕсем тепĕр хут ура çине тăнă. Фашистсене кӳпкеме каллех передовойне кайнă.
Госпитальте вилĕмпе кĕрешекенсем карап командирĕн пурнăçне сыхласа хăвараканăн пурнăçне çăлма тăрăшаççĕ. Мухтава тивĕçлĕ моряк чĕрĕ юласса шанаççĕ. Апла тăк вăл вилместех.
Тен, ку çамрăкăн савнийĕ е арăмĕ пур пуль. Тен, ашшĕ-амăшĕ те, ывăлĕпе инкек пулнине пач чухламасăр, çыру-хыпар кĕтсе пурăнать пулĕ.
Кашни ытлашши грамм юн — пурнăç шанчăкĕ. «Кам пĕлет, тен, çак ытлашши пилĕк грамм йывăр аманнăскере уйрăмах çăмăллатса ярĕ, вăй кĕртĕ, чĕре таппине ытларах пулăшĕ. Ан тив, ĕмтĕр аппарат».
Нина хăйне сасартăк тĕнче уçлăхĕнчи çын пек çăп-çăмăл туйрĕ. Алла кăна сарса яр — кĕçех пӳлĕм тăрăх лĕпĕш пек вĕçсе каяссăн туйăнчĕ. Анчах алăсене хускатма юрамасть: унта — йĕп.
Сестра куçĕсем загсран килнĕ хĕрĕнни пек çуталса кайрĕç.
— Стоп!.. Çитет! — илтĕнчĕ шухăш тыткăнне лекнĕ Нинăна. Куçĕ умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ ункăсем вылянма тытăннăччĕ — пĕтрĕç, çухалчĕç сывлăшра йăр-яр чăмса çӳрекенскерсем. Каллех Нина куçне хупрĕ. Темле кĕленче савăт ăшне унăн юнĕ пăт-пат тумланине чылай вăхăт хушши пит аван итлесе выртнă хыççăн юлашкинчен ӳсĕрĕлсех кайрĕ те капланса килекен ыйха путса туйми пулчĕ.
— Куçна ан хуп!.. Куçна ан хуп! — çине-çине çирĕппĕн асăрхаттарса тăчĕ тахăшĕ.
…Нина тăнсăр выртакан сигнальщика виç çĕр кубика яхăн юн пачĕ. Вара матроса наçилкка çине вырттарса çывăхри палатăна йăтса кайрĕç.
Сигнальщика юн паракан Нина çаплах выртрĕ. Пит çăмартийĕнчен çырла сăнĕ тарнăскер тăна ниепле те час кĕреймерĕ. Ăшăнчĕ. Тарларĕ. Кăмăл-туйăма пусарса тăракан йывăр самант иртсе кайнă пек пулсан сестра хăйне çăмăлтарах туйма пуçларĕ. Юлашкинчен вăл тăрса ларма тесе пуçне çĕклерĕ. Анчах хупса выртнă хыççăн чарса пăрахнă куçне каллех пурте, чирлĕ чухнехилле, иккĕллĕ те, виççĕллĕ те курăнса кайрĕç. Пӳлĕм тайăнса-тайăнса пынă пек, ӳпне-питне çавăрăнса ӳкме пăхнă пек туйăнчĕ. Сестра çапах та, йывăр туйăма çĕнтерсе, çĕкленкелесе ларчĕ, урисене çĕрелле усса ячĕ. Татах пуç йывăрланчĕ. Шала темскер, хура тăхлан евĕр йывăр япала, шăратса тултарнă пек туйăнчĕ. Нина ăна-кăна пурпĕр пăхмарĕ, пĕтĕм вăйне хурса ура çине тăма пикенчĕ. Çук, тăраймарĕ. Каялла лăк ларчĕ. Донор пуласси ача вăййи мар çав. Юн пама майĕпен хăнăхса пымалла. Вăл пур — тӳрех, пĕрремĕш сеансрах, виç çĕр кубик пачĕ. Чи пирваях ун чухлĕ юн сăрăхтарса илсен вăйлă çын та анкă-минкĕленсе кайĕ.
Нинăн пĕр хушă пуç çаврăннă пек, вăй чакнă пек туйăнчĕ. Пĕр сиккеленмесĕр ларнă хыççăн тин ăна сăн ĕренки кĕнĕ пек пулчĕ. Шуранкаланнă питне пиçсе ĕлкĕреймен çырла тĕсĕ çапрĕ. Хальхинче вăл вăйне пухса вашаватлăн тăчĕ те юнланнă простыньсемпе халатсен купи патне пычĕ. Вăйĕ утмалăх та юлман иккен. Тата ак хăсас килнĕ пек туйăнчĕ. Юна курсан кăмăлĕ пушшех пăтранчĕ. Нина çапах та хăйне хытă тытрĕ, саманта пыракан вăйсăрлăха çирĕппĕн тӳссе ирттерчĕ. Тертленсе татах темиçе утăм турĕ.
Нина куçĕ хуралса килчĕ. Умра симĕссĕн-кăваккăн курăнакан çаврашкасем ярăнса иртрĕç. Чĕре таппи тăнлав çумĕнче сисĕнет: мунчара сĕрĕм тивнĕ хыççăнхилле тăлт-тăлт! тăлт-тăлт! сикет вăл. Хирург килсе тухрĕ.
— Мĕнле туятăн хăвна, хĕрĕм? — ыйтрĕ вăл медицина институтĕнче вĕренекен кĕçĕн хĕрне аса илтерекен сестран юн тымарне тĕрĕслесе. Пĕрремĕш рангри капитан ăна ятпа хушаматран мар, яланах «хĕрĕм» тесе чĕнет.
— Пырать. Вăй кĕрсе çитсен тӳрленетĕп.
— Халех тăмалла марччĕ-ха, выртмаллаччĕ, — хĕрхенсе пăрахрĕ старик çамрăк сестрана.
Нина ыйхăлакан çынла пуçне сĕнкрĕ те стена çумне таянчĕ. Çĕрелле пăхса куçне хупрĕ. Çапла пĕр хушă канса тăнă хыççăн вăл килелле утма шутларĕ.
— Канма кайăр!.. Халех!.. — сассине хаярлатсарах хушрĕ Варламцев. Ăна вăл вырăнтан хускатса вăйпах ăсатса ячĕ.
Коридор вĕçĕнче сигнальщика хунă палатăран таврăнакан санитаркăсем курăнчĕç.
— Лешĕ… мĕнле? — куçран пăхса ыйтрĕ юн паракан сестра малта утса килекеннинчен.
— Моряк-и?.. Аван! — терĕ пуриншĕн те хирург кайма пуçтарăннă çĕртен каялла çаврăнса тăрса. — Ан пăшăрхан: сывалать, сывалать. Сана ĕнте мĕнле тав тумаллнне те пĕлместĕп, эсĕ çăлса хăвартăн ăна. Ну, халĕ кайса кан, хĕрĕм. Вырт лăпланса. Сан… леш… сывалатех.
Сестра ватă врача тав турĕ те сывпуллашрĕ, вара анлă та вăрăм коридора тухрĕ. Вăл нимĕн асăрхамасăр, хирĕç тĕл пулакансене те çул памасăр утрĕ. Пурте унран пăрăнса иртрĕç. Акă хайхискер такама пырса перĕнчĕ.
Нина пуçне ялт! çĕклерĕ. Ун умĕнче упăшки çар службине ирттерекен карап командирĕ Горелов тăра парать.
— Ак тата! Кама куратăп?.. Эсир-и ку, капитан-лейтенант юлташ?
— Эпĕ-çке? — Нинăна аллинчен тытрĕ тральщик командирĕ, анчах сăн çухатнăскере урăх нимле сăмах та калаймарĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăй те палланă хĕрарăма кĕтмен çĕртен курсан пăртак çухалса кайрĕ. Май уявĕ умĕн çеç карап командирĕ хăй матросĕн туйне çур сехетлĕхе кĕрсе курнăччĕ. Çĕнĕ мăшăра вĕçĕмсĕр телей сунса пĕр черкке эрех ĕçнĕччĕ.
— Ан хуçăлăр. Çирĕпрех тытăр хăвăра. Пирĕн хушăра пулкалать унашкал инкек! — терĕ çеç вăл хăйне хăй алла илсе.
— Ăнланмастăп: мĕн пирки калаçатăр эсир?.. — Нина чĕри тем ырă мара сисрĕ. — Эсир мĕн сăлтавпа лекрĕр кунта?
— Эпир… Бориса илсе килнĕччĕ. Чылай пулать ĕнтĕ. Халь ак тин ирĕк панипе кунта хăпаратăп. Ман матроссем, Борис юлташĕсем — аялта, госпиталь алăкĕ умĕнче.
— Бориса? — шарт сикрĕ Нина. — Мĕн пулнă ăна?
«Ах, пĕлмест иккен вăл. Мĕншĕн персе ятăм-ха эпĕ? — хăй йăнăш тунине ăнланса илчĕ тральщик командирĕ. — Халь мĕн тăвас ĕнтĕ?» — пач аптраса ӳкрĕ офицер.
— Йывăр ăна, йывăр!
— Калăр, тархасшăн. Мĕн кĕттеретĕр? — капитан-лейтенанта китель çаннисенчен çатăрласа тытрĕ Нина. — Мĕн пулчĕ Бориса?
Вăл сулăнса кайрĕ те çĕрелле лĕштер! тĕшĕрелсе анчĕ. Анчах Горелов ăна ӳкме памарĕ, вăхăтра тытма ĕлкĕрчĕ. Вара хăйне пăхăнса тăракан матросăн хаклă мăшăрне икĕ аллипе чиперрĕн çĕклесе тăратрĕ те çепĕççĕн çавăтса шурă пусмапа витнĕ диван çине пырса лартрĕ. Унтан кĕçех каллĕ-маллĕ иртсе çӳрекен шурă халатлă санитаркăсенчен пĕрне чарса тăратса врач патне чуптарчĕ.
Варламцев хăех хашкаса çитрĕ. Ăшша пиçнĕскер халатне, тӳмисенчен вĕçертсе, йӳле ячĕ.
— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм?
Нина чĕнмерĕ. Врач хирург капитан-лейтенант çине пăхса:
— Пĕр çынна операци турăмăр, ăна юн пачĕ ха вăл, — терĕ.
— Эсир операци тунă çын хăй упăшки пулнине тин пĕлчĕ пулас вăл: тăнне çухатрĕ, — хуравларĕ тральщик командирĕ. — Упăшки çинчен халех пĕлтермелле марччĕ иккен ăна.
— Ак тамаша!.. Чăнах та-çке!.. Эй, ватсупнă мĕнле-ха эпĕ çавна паçăр тавçăрса илеймен? Ара шухăшларăм пĕрре кусен хушамачĕсем пĕрешкелех-çке, ăнсăртран мар-ши ку тесе.
Юн нумай парса вăхăтлăха тăнран кайнă çамрăк сестра патĕнче хирург ним тăва пĕлмесĕр тăчĕ. «Ах, упăшки çинчен халех пĕлтермелле марччĕ ăна. Тăхтамаллаччĕ», — шухăшларĕ пĕрремĕш рангри капитан.
— Ниночка! Нина! — чĕнчĕ вăл. — Хĕрĕм, лăплан! Чĕререн калатăп: сывататпăрах ăна! Ун пек çынсем вилмеççĕ пирĕн. Вăл пурăнатех!..
Нина куçне уçрĕ. Вăйсăр пӳрнисемпе ватă врач аллине çемçен чăмăртарĕ.
— Эпĕ сире шанатăп, Петр Сергеич! Тавтапуç ырă сăмахăршăн! — терĕ вăл.