Иртенпех ăша пĕр чĕптĕм апат ямарĕ Лида. Уроксем пĕтсенех общежити еннелле хыпаланса утрĕ. Вĕсем паян Тоньăпа пĕрле Лида çуралса ӳснĕ яла, Кивкаса, каяççĕ. Канаша каякан автобус тапранса тухасси тепĕр икĕ сехете яхăн анчах юлнă. Лидăн унччен туса ĕлкĕрмелли нумай-ха: ашшĕпе амăшĕ валли кăшт-кашт кучченеç туянмалла, общежитире пӳлĕме тирпейлесе хăвармалла тата ытти вак-тĕвек ĕçсем. Тоня килнĕ çĕре Лидăн йăлт хатĕр пулмалла. Тум пирки те шухăшламалла тата. Канаш станцийĕнче вĕсене Лидăн пулас мăшăрĕ — Саша — кĕтсе илмелле. Илемлĕ те капăр Тоня çумĕнче унăн та чипер пулас килет. Тоня сăпайлах мар пулни те паллă уншăн. Анчах мăн хулара пĕр шухăшлă туссене тупма ансатах мар çав. Театра, киносене çӳреме çумра хĕр-тус пур пулсан аванрах. Çавăнпа Лидăн Тоньăн туслăхне çухатас килмест. Хĕр-тантăшне йĕкĕчĕсене час-часах улăштарнине пĕлсен те нимĕн те шарламасть. Кану кунĕсене Лидăпа пĕрле ялта ирттерме кăмăл тунăшăн та пăшăрханмарĕ вăл. Саша ăна никампа та улăштармассине пĕтĕм чун-чĕрипе ĕненет.
— Ой, кая юлмарăм-и эп? — Лидăна шухăшĕсенчен вăратрĕ Тоня сасси.
— Çук, çук, анчах сан çинчен шухăшлаттăм-ха. Тепĕр вунпилĕк минутран тухатпăр.
— Юрĕ, эпĕ унччен кăшт сăрланса илем-ха. Сан савни умĕнче намăс курасшăн мар эпĕ.
— Саша сăрланнине килĕштермест, ан та тăрăш, — шӳтлесе тусне тĕрткелерĕ Лида. — Вăл ман...
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп, ан та кала, — пӳлчĕ ăна Тоня. — Вăл санăн сăпайлăскер. Çынна сăнран мар, ăш-чикне, ĕçне кура хаклать. Ватă амăшĕпе пĕччен пурăнать. Унпа пĕрлешсен эсĕ хула ĕçне пăрахса яла куçса каятăн. Эсир Сашăпа иксĕр пĕр-пĕрне хытă юрататăр. Ай, сывлăш çавăрам-ха. Мĕнле, пĕтĕмпех каларăм пек-и?
— Ха-ха-ха, — кулчĕ ăна хирĕç Лида. — Эп каланисене пĕтĕмпех пуçа хывса юлнă-çке эсĕ.
Лидăпа Тоня шавлакаласа-шӳтлекелесе пӳлĕмрен тухса кайрĕç.
Лида Тоньăпа пĕр кĕтмен çĕртен паллашрĕ. Вăл кун Лида уроксем пĕтсен общежитине таврăнас умĕн театра кĕчĕ. Кану кунĕсенче вăл «Праски аппа хĕр парать» спектакле килсе курасшăн. Миçе çул калаççĕ ĕнтĕ ун пирки ялта — Лида вăхăт тупса килсе кураймасть-ха ăна. Шкулĕнче те çулсерен улшăнса пырать. Вĕреннĕ чухне илнĕ пĕлӳпех хулари шкулта уроксем ирттерме йывăртарах. Пĕлĕве ӳстерсех пыма, уроксем хыççăн нумай ĕçлеме тивет. Хальхинче вара ĕмĕтне çине тăрсах пурнăçлама шут тытрĕ вăл. Анчах кăлăхах пулчĕ: вăл спектакле курас тесен уйăх маларах билет илсе хумалла иккен.
— Эй, мĕн пуçна усрăн, билет çук-им? — хулпуççийĕнчен пырса тĕртрĕ ăна çав вăхăтра юбка-шăлавар, кĕске çанăллă блузка тăхăннă хĕр. Кĕске кастарнă сарă çӳçĕсем куçĕсене хупланине пула сăнĕ те лайăх курăнмасть хăйĕн.
— Çапла, билетсем çук, — çак хĕр хăйĕнпе чăвашла сăмах хушнăран тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Лида. Чăваш хĕрĕсем çапла тумланнине курман вăл ку таранччен.
— Ан пăшăрхан, çиччас тупатпăр, ман паллаканни ĕçлет кунта, — Лидăна театра шалалла сĕтĕрчĕ палламан хĕр. — Куратăн-и çав яш ачана, — пальтосем хывса çакмалли вырăналла тĕллерĕ вăл шĕвĕр пӳрнипе, — Толик ятлă вăл, студент. Университетра лекцисем пĕтнĕ хыççăн кунта ĕçлеме килет. Вăл пире çиччас билет тупса парать.
Çапла кайса курчĕ вăл Тоньăпа тахçанах курма ĕмĕтленнĕ спектакле. Халĕ, акă, иккĕшĕ Лидăсен ялне кану кунĕсене ирттерме каяççĕ.
* * *
Сашăн иртенпех темшĕн ăшĕ вăркать паян. Лидăн çырăвне вуланă хыççăн савăннăччĕ-ха вăл. Ара, вĕренӳ çулĕ пуçланнăранпа та яла килсе курман вĕт лешĕ. Туй пуласси уйăх юлчĕ пулин те пĕр-пĕринпе çырупа çеç калаçса илеççĕ. Кĕркунне трактористшăн ялтан пĕр кунлăха та тухса кайма йывăр. Паян тинех тĕл пулĕç вĕсем Лидăпа, пурин çинчен те тăраниччен калаçĕç. Виçĕ çул кĕтрĕ вĕт вăл Лида качча тухма килĕшессе. Малтан вĕренсе пĕтериччен, унтан ĕçе вырнаçса кăшт тумланиччен, пӳлĕм иличчен кĕтме ыйтрĕ. Саша ăшĕнче вĕренмен çын пулнишĕн тиркет тесе те шутласа пăхрĕ. Лидăн ăшă çырăвĕсене илсен чĕри савăнăçпа тулчĕ, малашнехи пирки ĕмĕтленме пуçларĕ.
Автобус çинчен ансанах асăрхарĕ вăл Лидăна. Хулăн та вăрăм çивĕтне иккĕлле хутлатса беречĕ ăшне чикнĕ, пичĕ çинче ăшă кулă.
— Салам Лидук, — пырса ыталарĕ вăл хĕре.
— Тăхта-ха эсĕ, эп пĕччен мар, — вăтаннипе ниçта кайса кĕме пĕлмен Лида Сашăна хăй çумĕнчен сирчĕ. — Акă, паллаш, ку ман юлташ, Тоня.
Саша çумра шăл йĕрсе тăракан илемлĕ пикене халĕ тин асăрхарĕ. Симĕс куçĕсене ăшшăн ялкăштарса пăхрĕ вăл каччă çине. Перчеткерен аллине кăларса Саша еннелле тăсрĕ. Унăн черчен те çемçе аллисенчен каччăн алă тупанне ăшă çапрĕ.
— Салам, Саша, — терĕ вăл ачашшăн.
Саша Лидăран сумкине илнĕ хыççăн виçĕ çамрăк Кивкас еннелле çуранах утрĕç. Ют çын куçĕ умĕнче ăшри туйăмсем пирки калама именекен савнисем Тоня сисмен чух пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăха-пăха илчĕç. «Мĕншĕн пĕччен килмерĕн? Нивушлĕ сисместĕн эп саншăн тунсăхласа çитнине», — терĕç каччăн куçĕсем. «Васкамарăм-ши эпĕ ăна качча тухма? Чăннипех юратать-ши вăл мана», — шухăшларĕ Лида.
— Каçхине илме килетĕп сире, паян клубра интереслĕ кино пулать, — сывпуллашрĕ килĕ умне çитсен Саша хĕрсемпе.
Лидăна ашшĕпе амăшĕ тахçанах кĕтсе хăшкăлнă. Вăталăх хĕрĕ çеç килтен аяккарах пурăнать Павловсен. Асли ялах качча тухрĕ, кĕçĕнни — Костя — вăтам шкулта вĕренет.
— Ытла час çитмерĕр-çке. Каçа юлса çӳреме те хăрамастăр-çке эсир, — пăшăрханчĕ амăшĕ.
Хĕрсене Саша, пулас кĕрӳшĕ, Канаша кĕтсе илме тухнине пĕлсен çеç лăпланчĕ вăл. Саша пек кĕрĕве ĕмĕтленнĕ те Павловсем: сăпайлă, салтакран килнĕренпех ялта трактористра ĕçлет, ялти хăш-пĕр яшсем пек ĕçсе-çапкаланса çӳремест. Амăшĕпе çеç пурăннăран пӳрт çавăрайманни çеç пăшăрхантарать Лиза аппана. Çамрăксем пĕр çемьене чăмăртансан йăва çавăрма пулăшаççех вĕсене Павловсем.
Тоня пӳртре сăнӳкерчĕксем пăхса ларнă чухне Лиза аппа хĕрне чăлана илсе тухрĕ.
— Ара, хырăму палăракан пулнă-çке, мĕн тăсатăр тата туйпа? — хĕрне хăтăрчĕ вăл. — Саша пĕлет-и сан ача пуласси пирки?
— Çук, — хĕрелчĕ амăшĕ хăй ача амăшĕ пулассине сиснĕшĕн Лида, — пĕлмест. Паян калас тетĕп-ха.
Кино пĕтнĕ хыççăн та час саланмарĕç çамрăксем клубран. Ялти ăста купăсçă Федя купăсне тăсса ярсанах темиçе çамрăк пĕр харăс клуб урайне кисрете пуçларĕ. Саша Лидăна пырса ташша чĕнсен лешĕ тухмарĕ. Ача юлнă хыççăн час-часах ăшĕ йĕкленнипе аптăраканскер чӳрече çывăхнерех кайса ларчĕ. Чылайччен хире-хирĕç тăрса ташларĕç Сашăпа Тоня. Ташăра та вăр-вар иккен юлташĕ: ывăнма та пĕлмест. Ăшша пиçнĕ Сашăна канма та памасть. Лида вĕсем çине пăхса кулса-савăнса ларчĕ.
Тоня кĕрсе выртнă хыççăн алăк умĕнче иккĕшех юлнă савнисем пĕр-пĕрин ытамне кĕрсе ӳкрĕç, ăшри сăмахсем туйăмсене, хусканусене куçрĕç.
— Саша, — терĕ кăшт тăрсан Лида, — пирĕн ача пулать вĕт.
— Ача! — савăнăçне пытарма пĕлмесĕр савнине çĕклесе илчĕ Саша. — Пирĕн, Лидук, иксĕмĕрĕн ача пулать. Ку маншăн питĕ пысăк савăнăç, Лидук.
— Ытлашши ан çавăр-ха эсĕ. Манăн ăш пăтранать, — аран сывлăшне çавăрса сăмах хушрĕ Лида.
— Ой, каçар, савăннипе пулчĕ ку, — çĕр çине çепĕççĕн тăратрĕ вăл пулас мăшăрне.
— Эсĕ мĕн ача кĕтетĕн?
— Маншăн çавах, таса, сывă пултăр çеç.
— Эпĕ вара хĕр кĕтетĕп. Пирĕн килте пурте арçынсем пулнă. Манăн ача чухнех йăмăк пултарас килетчĕ.
— Юрĕ эппин, хĕр пултăр, — тесе ачашшăн Саша çумне сĕртĕнчĕ Лида.
Çав вăхăтра чӳрече умĕнчи картара темĕн шаплатса ӳкнĕ сасă илтĕнсе кайрĕ.
— Мĕскер пулчĕ вăл? — ура çине тăчĕ Саша.
— Пирĕн кушак пулчĕ вăл. Хăратăн-им?
— Çук-ха, мана ура сассисем илтĕннĕ пек туйăнчĕç те.
Чылайччен çăлтăр шутларĕ телейлĕ мăшăр. Пулас ачан ятне те тупса хучĕç: хĕр пулсан — Наташа, сасартăк ывăл пулсан — Артем. Çĕрĕ-çĕрĕпе тапранмасăр ларсан та сăмах пĕтес çук икĕ савнин. Шуçăм килме пуçласан çеç ыран ял хĕрринчи пĕве умĕнче тĕл пулма калаçса татăлса уйрăлчĕç.
* * *
Çĕрĕпе савнипе пупленине те шута илмест çав ĕççи: ял çыннин кирек мĕнле пулсан та ĕçе тухмаллах. Кун кĕскелсе пынине пула кĕрхи ĕçсене туса юлма васкамалла, кашни самантпа туллин усă курмалла. Колхозĕ те пĕчĕк мар — таçти уйра та сухалама тивет Сашăн. Паян та акă вунă çухрăмри уйра ĕçлемелле.
Кунĕпех Лида çинчен шухăшларĕ Саша. Ĕмĕчĕсем ăшне путнипе каç пулнине те сисмерĕ. Тракторне ялĕ еннелле çавăрчĕ çеç — правлени енчен çăмăл машинăпа колхоз председателĕ килнине асăрхарĕ.
— Саша, кăçал ир хĕл ларас пек калаçаççĕ. Çавăнпа ку лаптăкне сана паянах сухаласа пĕтерме хушасшăн, ыран вара урăх çĕре куçăн, — тенĕ сăмахсем каччăн хăлхисене янратрĕç.
Паян Лидук юлашки каç ялта. Ыран хулана каять те тепĕр уйăхсăр та килмест. Унпа калаçмалли вара нумай Сашăн тата туй пирки те ашшĕ-амăшĕсемпе тĕплĕн калаçмалла. Çук, юрамасть ун çак уя сухаласа пĕтерме, Лидук патнех каймалла.
— Эп...
— Нимĕнле эп те, — пӳлчĕ ăна Антон Иванович. — Пĕлетĕп, сан пулас мăшăру яла килнĕ, кĕçех туй. Иксĕрĕн пĕр-пĕрне йăлăхтарасси малаш-ха, колхоз ĕçĕ вара чăтмасть. Юр лариччен кĕр тыррисене акса хăвармалла.
— Эппин, хут та пулин çырса парса ярам-ха Сирĕнтен, — терĕ те Саша Антон Иванович панă хутпа ручкăна илсе тракторĕ еннелле утрĕ.
Антон Иванович хута кĕсйине чикрĕ те каччăна ырă сунса машинăпа яла кайрĕ. Павловсен тĕлне çитсен урамра тăракан Тоньăна Саша çырса панă хута тыттарса малалла вĕçтерчĕ. Хута алла илсенех ку кам валли пулнине ăнланчĕ Тоня. Пӳрт еннелле йăлт пăхса илчĕ те никам та çуккине курсан вулама пуçларĕ. «Лидук, савниçĕм, калаçса татăлнă пек килсе тухмарĕ. Антон Иванович уя сухаласа пĕтерме хушрĕ. Пирĕн калаçмалли нумай. Тепĕр эрнинче яла килме тăрăш. Питĕ кĕтетĕп. Сана чунтан юратакан Саша».
Вуласа тухсанах Тоньăн чĕри кĕвĕçӳпе тулчĕ. Вăл Лидукран темиçе хут илемлĕрех пулин те ăна никам та çапла юратман. Кăшт çӳрекеленĕ хыççăнах пăрахатчĕç. Хура курак пек Лидăна вара юратаççĕ. Тата кам? Йăрăс пӳллĕ те илемлĕ яш ача. Кăмăлĕпе те лайăх. Ĕçчен теççĕ. Ăна качча тухсан Лидăран телейлĕ хĕрарăм та пулмĕ. Вĕсен ача пуласси пирки те пĕлчĕ вăл ĕнер. Чĕркуççи çинче нумай ларнипе урисем çывăрса кайнăран кайса та ӳкрĕ. Çав сасса чĕвĕл чĕкеç пек чĕвĕлтетекен савнисем илтрĕç пулин те пырса пăхмарĕç. Унсăрăн... Кун пирки шухăшлама та хăрарĕ Тоня. Халĕ акă унăн аллинче Саша çырăвĕ. Паян Лида иртенпех савăк, каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтет: савнипе тĕл пулма васкать. Çак хута илсен вăл, паллах, пăшăрханса ӳкет. Анчах савнийĕ урăхла тума пултарайманнине ăнланать те лăпланать. Енчен те çырăва памасан? Лида савнийĕ улталарĕ тесе шухăшлать, ун çине кӳренет. Саша та вăл яла килмесен тарăхать. Акă вăл савнисем хушшине хура кушак кĕртсе ямалли сăлтав. Тоня памĕ вăл çырăва Лидăна. Кайран, тен, сивĕнĕç вĕсем. Ун чух куç курĕ вара. Саша та ун пулĕ. Мĕншĕн таврари çынсем телейлĕ чухне ун телейсĕр пулмалла? Пурнăçра кашни хăйшĕн пурăнать, хăй телейне хăй аллипе туптать.
Пулас мăшăрне кĕтсе илеймен Лида чунĕ кӳтсе килнипе йĕрсе те пăхрĕ. Сăлтавне таçта та шырарĕ. Сасартăк чирлесе ӳкрĕ пулсан — амăшĕ систермелле. Ĕçре мĕн те пулин сиксе тухрĕ пулсан та пĕлтермелле. Тен, ача пуласси пирки пĕлсен сивĕнчĕ? Час-часах курманран ялта урăххине те тупса яма пултарнă. Вăхăтлăх йăпану çеç пулман-ши уншăн? Çак шухăшсемпе таврăнчĕ Лида хулана. Автобус çинче пуçĕ ыратма пуçличченех шухăшларĕ. Пуç тавра темĕн чухлĕ çавăрттарсан та пĕр ыйту çине хурав илеймерĕ: мĕншĕн-ха каçхине чиперех уйрăлнă хыççăн Саша çапла сасартăк улшăнчĕ? Мĕн хăратса ӳкерчĕ ăна? Юхакан куççульне çынсенчен пытарса пынăран Лида çумра ларакан Тоня хăй çине тăрăхларах пăхнине те асăрхамарĕ.
Ахалех кĕтрĕ савнине Саша. Юлашки автобус çинчен те Лида анмарĕ. Станцинче халăх та сахаланнă ĕнтĕ. Автобуссем те килсе пĕтнĕ. Саша çаплах ларнă вырăнтан тăраймарĕ. Епле савăнăçпа килнĕччĕ вăл паян Канаша. Туя хатĕрленме те вăхăт. Хăнасене чĕнесси пирки те калаçса татăлмаллаччĕ Лидăпа. Вăл вара Саша ыйтнине пĕле тăркачах яла таврăнмарĕ, хыпар та ямарĕ.
Каçхине палламан алăпа çырнă çырăва курсан Саша теме сиссе пăшăрханса ӳкрĕ. Пуçра тĕрлĕ усал шухăшсем чупса иртрĕç. «Салам, Саша, — чĕтрекен сассипе вуларĕ вăл çырăва. — Ку çырăва Тоня, Лидăн юлташĕ, çырать. Йывăр пулин те çырса пĕлтерес терĕм. Лида качча кайрĕ. Вăл ĕнтĕ халĕ хваттерне те улăштарнă. Шыраса та тупаймăр ăна. Упăшки спортсмен, ирĕклĕ майпа кĕрешет. Вĕсен ача та пулать пулас. Мана кумма тума пулчĕç. Сана хисеплесе Тоня. Тĕплĕнрех пĕлес тесен ман пата çак адреспа кил...»
Мĕн тери хăрушă сăмахсем пулчĕç вĕсем Сашăшăн. Шкул саккинчен юратса ӳснĕ Лидук ăна таçти спортсменпа улăштарчĕ. Ачи те унах. Мĕнле чăтса ирттермелле кăна? Саша икĕ аллине чăмăртаса Павловсен килĕ еннелле çул тытрĕ.
— Качча каяс пирки çырман. Анчах хваттерĕ, чăнах та, урăх. Ак, конверчĕ çинче адресĕ те пур, — терĕ Саша сăмахĕсемшĕн пăшăрханса ӳкнĕ амăшĕ.
Саша конверта кĕсйине пĕтĕрсе чикрĕ те урамалла чупса тухрĕ. Вĕçне-хĕрне тупмаллах ку ĕçпе. Мĕншĕн Лидук шухăшĕ çапла хăвăрт улшăннă? Кайса килмеллех хулана. Спортсменпа улăштарнă вăл ăна. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенпе. Çапăçу сиксе тухас пулсан Сашăна ним мар лапчăтса лартать вĕт вăл. Нимĕр тăвать.
Саша Лиза аппа панă конверта тарăха-тарăха чĕрчĕ, хут татăкĕсене çилĕпе аяккалла ывăтрĕ. Хут чăмаккисем юрпа пĕрлешсе инçех мар вĕçсе кайса юр айне пулчĕç. Лăпкăн ӳкекен юр пĕрчисем Саша пичĕ çине ӳксе тăварлă куççулĕпе ирĕлчĕç.
* * *
Тоня паян иртенпех ура çинче. Канăçа пĕлмесĕр кускалать. Канашран çыру илчĕ вăл ĕнер: Лидăн пулнă савнийĕ ку шăматкун Шупашкара театр курма килесси пирки çырнă. Тоня патне кĕрсе тухма шантарнă. Амăшĕ вĕрентнине асра тытать Тоня: тимĕре хĕрнĕ чух шаккамалла, арçынна ăна кирлĕ чух савмалла. Хĕветле аппа ахальтен мар тăватă хутчен качча кайса курнă. Ку тĕлĕшпе ун канашĕсем такамăннинчен те лайăхрах. Çавăнпа ăшталанать те паян Тоня: сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлерĕ, магазина кайса эрех илсе килчĕ. Пули-пулмине те мар — «Распутин». Укçине те шеллемерĕ вăл уншăн. Ĕçĕ пултăр çеç. Сăрланса тумланнă хыççăн Тоня магнитофон кассетисене пăтратрĕ, чуна тивекен илемлĕ кĕвĕсем шырарĕ. Куçкĕски умĕнче темĕн тĕрлĕ кулă та туса пăхрĕ, аллисене çепĕçреххĕн тытма, куçран ачашшăн пăхма вĕренчĕ. Кăмăлĕ пур «ĕçĕпе» те тулсан чӳрече умне Сашăна кĕтме кайса тăчĕ.
Саша килессе пăлханса кĕтекеншĕн алăкри шăнкăрав кĕтмен япала пулмарĕ. Хатĕрлесе хунă кулли те пичĕ çинчех.
— Салам, Саша, — ачашраххăн курăнма тăрăшрĕ вăл. — Мĕнле çитрĕн?
— Аванах. Спектакль çичĕ сехетре пуçланмалла, çавăнпа та эпĕ нумайлăха мар.
— Ăнланатăп, — терĕ саспа Тоня. Ăшĕнче вара шухăшларĕ: «Курăпăр-ха, ман ытама кĕрсе ӳксен мĕн шухăш пулĕ сан унта». — Сан Лида пирки пĕлес килет, паллах, анчах васкар мар. Ман апата астивсе пăх малтан. Выç хырăмла калаçу нихăçан та пиçмест тетчĕ ман анне, — Сашăна çӳçрен ачашларĕ Тоня. — Чăвашсем килнĕ хăнана яланах сĕтел хушшине лартнă. Хăна апата астивменни хуçасене хисеплеменнине пĕлтернĕ.
Саша сĕтел хушшине ларчĕ. Ытла та çепĕççĕн те илемлĕн янăрать хĕр сасси пĕчĕк те тирпейлĕ пӳлĕмре. Пур япала та хăй вырăнĕнче кунта. Сивĕрен кĕнĕ хыççăн ăшă пӳлĕмре шăмшак ĕнтĕркет. Саша та урисем лĕнчĕрех кайнине, кĕлетки ăшăнса пынине туйрĕ. Кĕске мар çула килнĕ хыççăн хырăмĕ те выçнă унăн. Мĕн пулать, тепĕр тесен, сĕтел хушшине ларса апат çинĕшĕнех.
— Юрĕ эппин, иртенпех çименччĕ-ха. Тутанса пăхас хула апатне, — тесе Саша алла кашăк ярса тытрĕ. Хушăран алăри сехечĕ çине пăха-пăха илчĕ.
— Ан васка, ĕлкĕретĕн-ха, — йăпатрĕ ăна Тоня. — Апат çинĕ хыççăн «Распутин» ĕçсе пăхăпăр. Тутанса курнă-и эсĕ ăна халиччен?
— Çук, телевизорпа рекламине çеç курнă.
— Питĕ чаплă эрех.
Пĕр черкке ĕçнĕ хы ççăн Саша тинех хăй чăннипех ăшăнса çитнине туйрĕ.
— Хыв свитерна, пӳлĕмре пăчă вĕт, — каччă сăмах хушма ĕлкĕриччен свитера хывма пуçларĕ Тоня. — Тепрер черкке шаккаса ĕçер-ха. Виçĕ черкке хыççăн чĕлхе лайăхрах çаврăнать тет ман анне.
— Ĕçер, Тоня, мĕн эпир япăх çынсем-им? Кирлĕ пулсан спортсмена та çавăрса çапма пултаратпăр, — паттăрланчĕ Саша.
Черкке хыççăн черкке ĕçрĕç вĕсем. Сехечĕ çине пăхма та манчĕ арçын. Кĕленче пушансан çеç Саша кунта хăй мĕн тума килнине аса илчĕ.
— Тоня, мĕнле пурăнать ман Лидук? Ăçта вăл? Каласа пар мана тĕппипех.
Саша çумнерех шăвăнма хатĕрленнĕ Тоня ку сăмахсене илтсен йăлт сиксе тăчĕ. Çӳçне пӳрнисемпе якаткаларĕ, кĕпине тӳрлетрĕ, куçĕсене ачашшăн ялкăштарса магнитофон умне пырса тăчĕ.
— Апат çисе эрех ĕçнĕ хыççăн илемлĕ кĕвĕ итлени сывлăхшăн усăллă. Ташлар-и кăштах?
— Ташлар, Лидук. Э-э, пардон, Тоня. Эпир те маххă памастпăр.
Кĕвĕ майăн Тоня Сашăна хыттăнрах та хыттăнрах çупăрларĕ. Вăрăм чĕрнеллĕ те çепĕç пӳрнисемпе çӳçрен ачашларĕ, тутипе питĕнчен, мăйĕнчен чуптурĕ.
Çакăн пек илемлĕ хĕрарăм юратăвĕ такама та илĕртмелле, паллах. Саша та чăтса тăраймарĕ: Тоньăна пăчăртаса тытса хăй çумнелле çупăрларĕ.
Кантăкран хĕвел çути кĕрсен çеç пуçне çĕклерĕ Саша. Тăчĕ те хăй палламан пӳлĕмре выртнине асăрхарĕ. Мамăк пек çемçе минтерсем, çемçе тӳшек. Стена çинче илемлĕ кавир, сĕтел çинче, хĕл çитнине пăхмасăрах, чĕрĕ чечексем. Вĕри апачĕ те пăсланса ларать.
— Эсĕ вăрантăн-им? — пӳлĕме килсе кĕчĕ Тоня. — Тăр, апат çиер.
— Мĕнле килсе лекнĕ эпĕ кунта?
— Хăв урупах утса килтĕн. Эрех те ĕçрĕмĕр иксĕмĕр. Ӳсĕрĕлтĕн те, ăçтан-ха ман сана çĕрле хулана кăларса ярас? — Саша çумне пырса ларчĕ Тоня. — Питĕ лайăх çĕр каçрăмăр иксĕмĕр.
Саша тинех ĕнер мĕн пулса иртнине аса илчĕ. Лида пирки пĕлме килнĕччĕ вĕт-ха вăл кунта. Халĕ вара мĕн пулса тухрĕ? Тоня умĕнче те аван мар.
— Каçар мана, Тоня. Эп ӳсĕр пулнă.
— Нимех те мар, пулать ун пекки. Тăр, апат çиер. Тепĕр черкке ярса паратăп та — мухмăру та иртет акă.
Арçынсене мĕнле çавăрмалли пирки амăшĕ каланине асрах тытать Тоня. Паян ытлашши ирĕлме те, калаçма та юрамасть ун Сашăпа. Ан тив, хăйне айăплă пек туйтăр. Каçару ыйттăр. Тутлă апатпа эрех ăна татах та çывăхлантарĕ.
Саша апатне те çинĕ-çимен ларчĕ. Ĕнерхи каçшăн, хăйĕн чăрсăрлăхĕшĕн именчĕ вăл Тоньăран. Лида пирки ыйтса пĕлме те хăюлăх çитереймерĕ. Лида, тепĕр тесен, иртнĕ вăхăт. Ăна тек нихăçан та тавăраяс çук. Тоня вара акă сан умăнтах. Кирек мĕн ту унпа — хирĕç пулмĕ. Вăл ачашлама та, калаçса чуна йăпатма та пĕлет. Кирек мĕн каласан та каçарать. Лида умĕнче киревсĕр сăмах персе ярасран та асăрханмалла, ăна килĕшмен хăтланкаларăшсем тăвасран та сыхланмалла. Кашни утаса асăрханса пусмалла. Тоня вара пачах урăхла. Тем каласан та хирĕçмест вăл. Арçын тăнă çĕре апачĕ те хатĕр ун. Çакăн пек арăм çинчен ĕмĕтленмен-и-ха Саша? Лидăпа шăкăл-шăкăл пурăнса ача-пăча ӳстерессе шаннă. Вăл вара ăна темĕнле спортсменпа улăштарчĕ. Çитменнине унран вăйлăраххипе.
Тоня та çимерĕ. Куçĕсемпе ачашшăн пăхрĕ пулин те Саша çине ун ăшĕнче тăвăл кĕрлерĕ. Ун малашнехи пурнăçĕ шăп паянхи кунран килнине аванах ăнланчĕ вăл. Саша яла тухса кайсан тек ăна курасси те пулас çук. Кăна вара пачах пурнăçа кĕртме юрамасть, мĕншĕн тесен вăл паян юлашки каç çак пӳлĕмре. Иртнĕ эрнинче ăна та, ытти хĕрсем пекех, штатсене кĕскетнине пула ĕçрен хăтарчĕç. Çавна май комендант та пӳлĕме пушатма хушрĕ. Ăçта кайса пуçа чикĕ вăл? Амăшĕ патне каялла Шăмăршăна таврăнсан та ăçта ĕçе вырнаçĕ? Ялĕнче укçине те мăшкăлласа тӳлеççĕ. Мĕн вăл уйăхне алă-утмăл тенкĕ, енчен те «Распутин» эрех хăй алă тенкĕ тăрать. Кама качча тухĕ тата вăл унта? Йĕркеллисем пурте авланса пĕтнĕ, эрех ĕçсе çапкаланса çӳрекенсене вăл качча тухас çук. Мĕнле те пулсан хăй майлă çавăрмалла ун Сашăна. Лидăна ытлашши хурласан та сивĕнме пултарать. Пĕр ялсем-çке çапах та.
Сашăн чунĕ Лидăна аса илнĕçемĕн вĕчĕрхенчĕ. Ун ăшĕнче вут-çулăм алхаснă вăхăтра Лидăна спортсменĕ ыталаса хăлхинчен ăшă сăмахсем пăшăлтатать пулĕ. Сашăпа савăшнă чухне те ун çинчен çеç шухăшланă ĕнтĕ вăл, ăшĕнче ун ятне пăшăлтатса çепĕç сăмахсем каланă.
— Тоня, — хĕре аллинчен ярса тытрĕ Саша ăша çунтаракан шухăшсенчен хăпас тĕлĕшпе, — тух мана качча. Лайăх арăм пулать санран, эпĕ те сана кӳрентермĕп.
Ăшĕнче пĕрле пулма ĕмĕтленнĕ пулин те Тоня Саша тӳрех качча тухма ыйтасса шухăшламан. Тен, пĕрле çӳрекелĕпĕр, кайран куç курĕ унта — пулнă ун шухăшĕ. Çавăнпа та Саша çапла тăрук шухăшне улăштарнăшăн савăнмаллипех савăнчĕ.
— Мĕнле капла, сасартăк? Эсĕ мана юратмастăн та вĕт, — терĕ вăл саспа.
— Юратни тиркерĕ. Юратманнипе, тен, пурнăç ăнĕ.
* * *
Марья инке выльăх-чĕрлĕхе апат панă хыççăн икĕ витре шыв йăтса пӳрте кĕчĕ. Ывăлĕн пуçтарман вырăнне курсан çилли кӳтсе килнипе алăри витрисене урайне шаплаттарса лартрĕ. «Каллех пуçтарса хăварман. Миçе хут каламалла сана эп тек сан тарçу мар тесе! Вăл пур çаплах, шкул ачи пек, пуçтарăнчăкĕ те çук», — ывăлĕ килте пур пекех сасăпа ятлаçрĕ вăл.
Марья инке, хут çинчи пек каласан Мария Осиповна Ускова, хаяр, хăмăллă хĕрарăм. Ахальтен-им ăна ялта куç хыçĕнче пурте «шап-шап карчăк» тесе чĕнеççĕ.
Кирек мĕнле сăмаха та хуравсăр хăвармасть вăл. Хăй шухăшне куç умĕнче калать. Çынна йăпăлтатасси çук унăн. Çавна пулах ăна ялта чылайăшĕ килĕштермест. Анчах та кирек мĕнле çыннăнни пекех унăн та лайăх енсем чылай. Тирпейлĕхпе ялта ăна çитекенни çук тесен те йăнăш пулмĕ. Марья инке килне кĕрсен кунта тирпейлĕ те ĕçчен хĕрарăм пурăнни тӳрех курăнать. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать пулин те тĕпелте хура витресем, мăшкăлтăк шывĕ, таса мар савăт-сапа курăнмаççĕ ун. Ялта чылайăшĕ кăмакана Мăнкун уявĕ умĕн çеç шуратать пулсан, Марья инке ăна çулталăкне икĕ хутчен шуратать. Инкеке лекнĕ çынна пулăшу алли тăсма та вăл яланах хатĕр. Ывăлне çеç хăй тирпейлĕхне параймарĕ. Ытти енчен ялта Сашăна çитекен те çук темелле. Ĕçсĕр пĕр самант та ларма пултарайман амăшĕ килти ĕçсене чупа-чупа пурнăçланă, пӳрте-çурта тирпейленĕ. Хăнăхса çитнĕ çавна Саша: ниепле те кил-тĕрĕшĕнче пуçтарасшăн мар. Марья инке хăй те, тепĕр енчен, ку арçын ĕçĕ мар тесе лăпланнăччĕ-ха. Анчах Саша çине пĕр тарăхнăскер ăна ятламасăр пĕр кун та пурăнаймарĕ. Çавăн пек хĕре алăран вĕçертрĕ та-ха вăл. Вĕсем мĕн ачаран туслă пулнăран Марья инке Лидăна пĕчĕклех сăнанă. Çынна ĕçне кура хаклама вĕреннĕ вăл. Пĕр ялта пурăннăран ун куçĕ умĕнче ӳсрĕ çак хĕр. Лида пĕчĕк чухне те тап-таса та тирпейлĕ çӳретчĕ, çӳçĕ-пуçĕ те ытти чылай хĕрачасен пек сапаланчăк пулман ун — вăрăм çивĕтне хĕрлĕ лентăпа çыхса çурăмĕ хыçнелле уртатчĕ. Утти те вăр-варччĕ. Ывăлĕ шăп та çав хĕре суйласа илнĕшĕн савăннăччĕ амăшĕ. Туй пулассине пĕлсен калама çук хĕпĕртенĕччĕ. Ывăлĕнчен вăрттăн туя та хатĕрленме тытăннăччĕ. Халĕ авă мĕн пулса тухрĕ-ха? Алла кĕнĕ кайăка вĕçертрĕ. Саша хăй те асапланнине сисет-ха вăл. Çавăнпа ывăлĕ умĕнче чĕлхине ытлашши ирĕке яма та хăрать.
— Анне, эпир килтĕмĕр, — пӳрт алăкне шартлаттарса хупнипе шартах сикрĕ урайĕнчи шыва типĕтекен Марья инке.
Алăк умĕнче тăракан ывăлĕпе хитре хĕре курсан пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ. «Кам мурĕ пулчĕ ку? Таçта курнă пек те туйăнать», — çиçсе илчĕ пуçра шухăш.
— Мĕн чĕнместĕн тата? Авланатăп, анне. Ку, акă, ман арăм, Тоня. Вăл... — сасартăк чарăнчĕ Саша. Вăл Тоня Лида юлташĕ пулни пирки каласа парасшăнччĕ амăшне. Анчах сурана тепĕр хут тапратас мар тесе аллипе сулчĕ те Тоньăна хывăнма пулăшрĕ.
— Эсĕ мĕнле капла тăрук? Пач пĕлмен çынна çул çинчен тытса илсе кĕмерĕн пулĕ те? Çук, хам чĕрĕ чухне кун пек тума ирĕк памастăп сана! Кайса яр ăçтан илсе килтĕн çавăнта! — ывăлне хăтăрма пуçларĕ амăшĕ.
— Çук, çул çинчен тытса кĕмен эп ăна. Тоньăпа эпир тахçанах пĕр-пĕрне пĕлетпĕр.
— Тахçанах?! Хăш ял хĕрĕ вара вăл? — интересленчĕ амăшĕ.
Ывăлĕпе амăшĕ хăй пирки хирĕçнине лăпкăн итлесе тăракан Тоня пĕр вăхăт кун пек лару-тăрура хăйне мĕнле тытмалли пирки шухăшларĕ. Чĕрре кĕни хăйне сиен кӳнине ăнланать вăл.
— Ман пирки хирĕçме кирлĕ мар, Саша, — мĕскĕне печĕ хĕр. — Кун пекех пулсан эп кайма та пултаратăп.
— Çук, Тоня. Эп хам сăмахран каялла чакмастăп. Хăвалатăн пулсан тухса каятпăр Тоньăпа килтен. Районтан наборпа урăх облаçсене ĕçлеме яраççĕ тенине илтнĕччĕ эп. Трактористсем те кирлĕ унта.
Марья инкен пĕртен-пĕр ывăлне килтен ярас килмест. Тăватă ывăл çуратса та пĕри анчах сывă юлчĕ вĕт ун. Ыттисене пурне те сарамак чирĕ уйăрса илсе кайрĕ. Хĕрĕ те усал пек курăнмасть. Яла пурăнма куçса килсен сăрланма та пăрахĕ.
— Юрĕ эппин. Ман мар, сирĕн пурăнмалла. Мана пурăнса çитнĕ. Хăвăр валли апат пĕçернĕ чух ман çинчен те ан манăр çеç, — юхакан куççульне саппун аркипе шăлчĕ Марья инке.
Тепĕр кунне ял администрацине кайса хут уйăрттарчĕ çамрăк мăшăр. Ял администраци пуçлăхĕ Георгий Павлович Семенов кăшт кĕтме ыйтрĕ пулин те, çамрăк кин кĕтме шутламарĕ. «Законпа мăшăр пулман çынпа мĕнле пурăнас ман?» — шăппăн çеç ыйтрĕ вăл Георгий Павловичран. Шеллерĕç вара ăна: пĕрлешни çинчен кĕнеке çырса парса пичет лартсах çирĕплетрĕç. Тепĕр икĕ эрнерен туй кĕрлерĕ ялта. Хĕветле аппа чарăнма пĕлмесĕр пуплерĕ хăйĕн çĕнĕ тăхлачипе. Хĕрне апла та, капла та мухтарĕ. Ун шучĕпе Тоньăна çитекенни ялта çеç мар, республикăра та çук. Вăл каланă тăрăх, хĕрĕн çĕр çинче çынсем хушшинче мар, пĕлĕтре пурăнмалла. Эрехпе чĕлхи çемçелнĕ Марья инке те унран ӳксе юлмарĕ: пĕр вĕçĕмсĕр ывăлне мухтарĕ.
Тоня та савăнăçне тек ăшĕнче пытарма пултараймарĕ. Çӳхе тути хупăнма пĕлмерĕ ун, эрех ĕçнине пула тата та вăйлăрах ялкăшакан куçĕсем такама та илĕртмелле.
— Юрататăн-и эсĕ мана, савниçĕм, — мăшăрне ачашшăн ыталарĕ вăл.
— Питĕ юрататăп сана, Тонечка. Ăçта пулнă эс халиччен, манăн пĕчĕкскерĕм.
Усковсен савăнăçĕ ялти тепĕр хыпарпа пĕр килчĕ: ĕмĕрĕпех колхозра ĕçлесе пурăннă Елизавета Никоновна Павлова пенси çине тухаймасăрах вăхăтсăр вилсе кайнă. Ахаль те чĕрепе аптăраканскер, Усковсен ывăлĕ яла çĕнĕ арăмпа таврăннине илтсен урамрах кайса ӳкнĕ вăл. Хăйĕн Лидукĕ мĕнлерех асапа кĕрсе ӳкнине тӳрех ăнланнă: пурнăçĕ йывăрлансах пынă май хĕрарăм пуççăн пĕччен ача ӳстересси çăмăл мар. Тата ун пек хĕр халиччен халăхра нихăçан та хисепре пулман. Тăна кĕмесĕрех вилсе кайнă Лиза аппа. Ачисем больницăра ун умĕнче черетпе çĕр каçнине те туйман вăл. Усковсен туй шавĕ таврана саланнă чух Лиза аппан чĕри тапма чарăннă.
Чылайччен калаçтарчĕ çак икĕ хыпар ял халăхне. Вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăннине ял-йыш ăнланчĕ. Çавăнпа та чылайăшĕ Марья инкене урамра тĕл пулсан çиллессĕн пăхса илсе иртрĕ. Сашăпа çĕнĕ кине, Тоньăна, ялта килĕштерекен пулмарĕ. Павловсен ратĕнче пурте хисеплĕ çынсем пулнă. Вăталăх хĕрĕ çапла киревсĕр ĕç тăвасса никам та ĕненмерĕ.
Усковсене çынсем хăйсенчен сивĕнни ытлашши хумхантармарĕ. «Ялта калаçмалли тепĕр хыпар тупăнсан пирĕн çинчен манĕç», — терĕ Марья инке те çамрăксене. Вĕсем малтанхи пекех пĕчĕккĕн кăштăртаткаласа пурăнчĕç, ял хушшине ытлашши тухса çӳреме пăрахрĕç. Саша çеç хăйĕн тракторне çуракине хатĕрлесе çитерес тĕллевпе кунсерен колхоз паркне утрĕ. Марья инке ялти почтăна урай çума çӳрерĕ. Тоня çеç ялта хăйне килĕшекен ĕç тупаймарĕ. Ку тĕлĕшпе халĕ ялта та хĕсĕкрех иккен. Кантурсенче пушă ĕç вырăнĕсем çук, тата ун пек учрежденисенче ĕçлеме пĕлӳ те çук унăн. Фермăсене вырнаçма та халĕ ансат мар. Çамрăксем кунта та туллиех. Хунямăшĕ хăй вырăнне почтăна вырнаçма ыйтрĕ ăна — Тоня килĕшмерĕ: лĕпĕр-лĕпĕр шыва чикмĕ вăл алăсене, чĕрнисене хуçмĕ. Колхоз уй-хирне сенĕк йăтса тухасси те илĕртмерĕ ăна. Кунĕ-кунĕпех çемçе вырăн çинче йăваланкаласа выртрĕ çамрăк кин. Упăшки ĕçрен таврăннă çĕре çӳçне-пуçне тирпейлекелесе капăр тум тăхăнса ларчĕ. Епле пулсан та упăшкине хăйĕн тарçи тумалла ун. Арçынсене юратма çеç пĕлмелле. Савма пĕлекен арăмшăн вĕсем темĕн тума та хатĕр. Тутлă апат çинчен те манма юрамасть.
Паян та Тоня яланхи пекех хăйне капăрлатнă хыççăн газ çине апат пĕçерме лартса ячĕ. Газ плити пӳртре марри тарăхтарчĕ пулин те ку таранччен тӳскелерĕ-ха вăл. Хĕлĕ те кăçал шăнса курмалăх сивĕсем кăтартмарĕ. Чăланта çакăнса тăракан сысна тушкинчен пĕр пысăк татăк касса илчĕ те кастрюле чăмтарчĕ. Упăшки юратнă апатне — хĕрлĕ кăшман яшкине — пĕçерме шухăшларĕ вăл. Ĕнерхи каçăн саманчĕсене аса илсе юрла-юрла ĕçлерĕ Тоня.
Усковсем ялти чылай çемье пек кил хуçи таврăнмасăр апат çиме лармаççĕ. Марья инке тахçанах киле таврăннă пулин те сĕтел хушшине лармарĕ. Выльăх-чĕрлĕхне каçхи апат пачĕ, килкартинче тирпейлекелерĕ, витерен навус кăларчĕ. Ĕшенсе пӳрте кĕрсен пукансем çинче, кравать пуçĕнче çакăнса тăракан япаласене курсан чунĕ тăвăлса килчĕ. Кун пек тирпейсĕрлĕхе чăтма пултараймасть вăл.
— Кин, япала çакма ятарласа шифоньер пур пирĕн, — тарăхнине палăртас мар тесе хăйне хăй лăпкăнрах тытма тăрăшрĕ хунямăшĕ, — çын килсен темĕн калĕ.
— Ман япаласем шифоньера кĕрсе пĕтмеççĕ пулсан вĕсене ăçта чикес? — парăнмарĕ кинĕ.
— Килте ларакан çынна çавăн чухлĕ япала мĕн тума кирлĕ? — чĕрре кĕмерĕ-ха хуняма. — Кирлĕ маррине арчана чиксе хур.
— Ман кирлĕ мар япала çук!
— Эппин, йĕркеллĕ хутлатса тумбочкăна чик!
— Кайран ман вĕсене утюгласа ăнтан тухмалла-и?!
— Эс киличчен пирĕн пӳртре яланах таса пулнă. Хам пӳртре сысна вити тума памастăп! — терĕ те хуняма кинĕн япалисене урайне иле-иле печĕ.
Тоня хунямăшĕ хăйĕн япалисене çĕре пенине курсан чăтаймарĕ: пĕтĕм вăйне пухса Марья инкене тĕртсе ячĕ. Лешĕ, ку кĕтмен çĕртен пулнăран, кравать çине пуçĕпе çапăнса кайса ӳкрĕ. Кăмăлĕ тулнă Тоня вăл хӳхленине те илтмĕш пулчĕ. Япалисене каялла вырăнĕсене çакса ним пулман пек юрла-юрла апат пĕçерме пуçларĕ. Кинĕ çине кӳренчĕ пулин те ывăлне пулса иртнĕ хирĕçӳ пирки шарлас мар терĕ Марья инке. Тепĕр тесен япаласем çакăнса тăнăшăнах хирĕçӳ çĕклени те аванах мар. Çамрăксен тумĕ те чылай, капăрланас та килет пулĕ.
Саша ĕçрен таврăнса çăвăнса тасалнă хыççăн мăшăрне çепĕççĕн ыталаса чуптурĕ. Кăмăллă Тоня хирĕç кулăпа çиçме те, юрату сăмахĕсем калама та манмарĕ. Çамрăксем иккĕшĕн хушшинче лайăх пулни Марья инкен кăмăлне те çавăрчĕ. Ывăлĕпе кинĕ кăвакарчăнсем пек шăкăлтатса ларнине амăшĕ ăшшăн пăхса тăнă хыççăн сĕтел çине каçхи апат хатĕрлеме пуçларĕ. Анчах çăпала илсе кастрюль хупăлчине уçнăччĕ çеç, Марья инке пырне тем ларнăн çăварне темиçе хутчен уçса-хупса илчĕ. Шалта «ишекен» мăн чăмаккана курсан ун чĕлхи çыхланса ларчĕ.
— Ара, кин, — аран сăмах хушрĕ вăл, — кашни яшка çине кун чухлĕ аш татки ярсан мĕнле хĕл каçăпăр?
Арăмĕпе киленсе ларакан ывăлĕ амăшĕн сассине илтсен ура çине тăчĕ. Вăл та кастрюле кайса пăхрĕ.
— Пăх-ха эс ăна, мĕн пысăкăш аш татки янă. Пĕр сыснапа миçе кун пурăнасшăн вăл? Çулла мĕн çиесшĕн? — аш татки çине çăпалипе тĕллерĕ амăшĕ.
— Мĕнех вара уншăн? — упăшки амăшĕ майлă пуличчен сăмах хушрĕ Тоня. — Уяв тăвар-ха пĕрре. Çулла çитсен куç курĕ унта. Уншăн мĕн халех пăшăрханмалли пур.
— Çавăншăнах шăв-шав çĕклер мар-ха, анне. Ашне тупăп-ха, — амăшне йăпатрĕ ывăлĕ те.
— Ăçтан тупан? Теприне те пусас тетĕн-им? Çуркунне аша парсан кăшт укçа пулать. Çăмăл тет-им вăл сысна усрама? — лăпланмарĕ амăшĕ. — Колхоз укçипе çеç ăçтан пурăнан?
— Аша парсан та хакла каять тетĕн-им? Тата çак аш таткишĕнех сысна пĕтмен вĕт сан, анне?
Каçхи апат тутине пĕлмесĕрех апатланчĕç вĕсем. Сăмахлă аш таткине вĕсенчен пĕри те тĕкĕнмерĕ. Виçĕ кун выртрĕ вăл сĕтел çинче. Юлашкинчен ăна Саша йытта тухса пачĕ.
Çакăнтан хура кушак каçрĕ Марья инкепе кинĕ хушшинче. Сашăна систерес мар тесе ун умĕнче сăмах хушкаларĕç-ха вĕсем пĕр-пĕрне. Пӳртре иккĕшĕ çеç юлсан пĕрне-пĕри сивĕ куçсемпе «пăраларĕç».
* * *
Саша майĕпен хăйĕн шăпипе килĕшсе пычĕ. Юлашки вăхăтра Лидука та сайра хутра çеç аса илчĕ вăл. Амăшне пытарма килсе кайнине илтнĕччĕ-ха. Упăшки кĕç-вĕç ача çуратас арăмне яла пĕччен яни пирки те шухăшласа тĕлĕннĕччĕ.
Никамран та ыйтса пĕлмерĕ вăл Лида упăшки пирки. «Спортсменсен ăмăртусене те каймалла пулĕ», — тесе шухăшларĕ те лăпланчĕ. Лидук такам ачине ун тума хăтланни пирки аса илсен çеç ун чунĕ вĕчĕрхенсе килчĕ. Тарăхнипе аллисем чĕтреме пуçларĕç. Иртнине тек каялла тавăрма çуккине лайăх ăнланать вăл, тата пурнăçне Тоньăпа çыхăнтарнăшăн ӳкĕнме сăлтавĕ те пулман-ха халиччен. Тоня çепĕç те чипер хĕрарăм. Ун пеккине такам та ăмсанмалла. Ĕçлеменни те темех мар. Килте выльăх-чĕрлĕх усрасан аннепе иксĕмĕр ĕçлесе илнипе, пенси укçипе те пурăнма пулĕ. Сĕтел-пукан илес çук, кĕпе-тумтир халлĕхе çителĕклех.
Тоня ăна килте яланхи пек вашават кĕтсе илчĕ. Каçхи апат çинĕ хыççăн калаçмалли пур тесе уçăлмалла урама илсе тухрĕ.
— Саша, пĕлетĕн-и, мана ку пӳртре пурăнма тăвăрланса пырать, — хурлăхлăн пĕлтерчĕ вăл мăшăрне урама тухсан.
— Виççĕн çеç пурăнатпăр-иç, эсĕ тăвăр тетĕн, — мăшăрне ăнланмарĕ Саша.
— Каçхине лăпкăн çывăраймастăп эп санпа, аннӳ сиснĕнех туйăнать.
— Ан пăшăрхан: ман анне йывăр ыйхăллă. Кунĕпе ĕçлесе ывăнать пулас та вырăн çине выртнă-выртман çывăрса каять. Тупăпа пемесĕр те вăратаймăн ăна.
— Çук, вăл сисет. Ахальтен-им хирĕлме пуçларĕ манпа юлашки вăхăтра. Кĕвĕçет вăл мана.
— Хунямапа кин хушшинче хирĕçмесĕр пулмасть. Эс ытлашши ăша ан хыв ун сăмахне. Ача çуратса парсан акă хăех лăпланать. Ман анне ачасене юратать.
Ача тенине илтсен Тоня шăпланчĕ. Хăй ача амăшĕ пулмассине аван пĕлет вăл. Халлĕхе кун пирки упăшкине мĕнле çавăрттарса каламалли пирки çеç пĕлмест.
— Кун пек лару-тăрура мĕн ачи юлтăр пирĕн? Кашни каç хăра-хăра çывăратăп санпа, — терĕ вăл куляннă пек туса.
— Мĕн сĕнетĕн-ха эс? Ман аннене килтен хăваласа ярас-им-ха?
— Мĕншĕн килтен хăваласа ямалла? Выльăх-чĕрлĕххине кам пăхĕ? Сирĕн колхозăн килен-каякансем валли тунă общежити пур вĕт? Ыйтса пăх пуçлăхсенчен, тен, пире пĕр пӳлĕмне парĕç.
— Эс мĕн, тăвăр пӳлĕме илсе каясшăн-и мана? Пĕлтĕр çеç туса кĕтĕмĕр вĕт пӳрте? Тата унта выльăх-чĕрлĕхне ăçта усрăпăр? Эп сĕтсĕр пĕр кун та пурăнаймастăп.
— Выльăх-чĕрлĕхне аннӳ усрать. Сĕтне ун патне те килсе илме пулать. Тата эпир яланлăхах каймастпăр вĕт унта. Аннӳ вилсен каялла таврăнатпăр.
— Ку ĕçе шухăшламасăр тума çук. Тăхтар-ха кăштах.
— Шухăшла çав, савниçĕм, шухăшла, — упăшкине мăйран уртăнчĕ Тоня. Сашăна хăйне парăнтарассине пĕлет вăл. Упăшки халиччен ун хутне кĕменни, ун сăмахĕсене итлеменни пулманччĕ-ха.
Ывăлĕ арăмĕпе общежитине пурăнма куçасси пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарчĕ Марья инкене. Чи çывăх çынни ăна ватлăхра пăрахса хăварасшăн. Уншăн мар-им вăл çĕрне-кунне пăхмасăр тăрмашнă. Канăç мĕнне те пĕлмен. Хăй тумланмасăр ывăлне тумлантарнă. Пӳрт тăвас тесе йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Камшăн пурăннă вăл? Халĕ акă ĕмĕр тăршшипех пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă пурнăç самантра саланать. Кунта кинĕн айăпĕ пысăккине аванах ăнланать-ха вăл. Лешĕ çиелтен пăхма çеç илĕртӳллине те, ăшĕнче таса мар çын пулнине те ват çын чĕри сисет. Анчах ывăлĕпе сăмах пуçарса калаçма хăюлăх çитереймест. Çамрăксен хушши-хуппине кĕрсе ывăлĕ умĕнче усал ят та илтес килмест ун. Арăм ăсĕпе çеç пурăнакан арçын пурнăçне нихăçан та лайăхпа вĕçлеменни те паллă уншăн. Ăшĕнче лăпкă мар пулин те шарламарĕ. Ывăлĕпе кинĕ япалисене тиесе тухса кайнă чухне çеç кӳрше каçса ларчĕ: куççульне ывăлне кăтартас темерĕ.
* * *
— Тăвăр пулсан та хамăр кĕтес, — терĕ Тоня общежити пӳлĕмне кĕрсенех... — кунта никам та чăрмантарас çук пире, ирĕклĕ. Выртас тесен вырт, çывăрас килсен çывăр. Яшка çине мĕн пысăкăш аш янине те никам та тĕрĕслемĕ.
Сашăн амăшне çапла пĕччен тăратса хăварнăшăн ăш вăркарĕ пулин те ăшри шухăшсене çиеле кăларса мăшăрне кӳрентерес темерĕ. Общежитинчи пурнăç ăна та часах йăлăхтарасса ĕненчĕ вăл. Кунта халăхĕ те куллен улшăнса тăрать. Колхоза командировкăна килнĕ арçынсен ĕçесси те, пĕр-пĕринпе вăрçасси те пулать. Тоня каялла таврăнма ыйтасса та шанчĕ вăл.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Тоня çĕнĕ вырăна хăнăха пуçларĕ çеç мар, ирĕклĕхпе киленсе тăранаймарĕ. Упăшкине ирхи апат çитерсе ярасси те майĕпен манăçа тухрĕ. «Пĕçернĕ апата ху та ăшăтса çийĕн-ха», — терĕ вăл мăшăрне лешĕ кун пирки асăрхаттарсан. Саша халиччен амăшĕ патĕнче кун пеккине курманран малтан кăмăлсăрланчĕ. Анчах ачашшăн анасласа тĕлĕрекен мăшăрĕн юратăвĕ ун хирĕçес туйăмĕсене лăплантарчĕ. «Тепĕр тесен апат ăшăтса çиесси йывăр ĕç-им? Уншăнах ал татăлса ӳкмĕ-ха», — шухăшларĕ те çамрăк упăшка арăмĕн хăтланкаларăшĕсем çине алă сулчĕ. Анчах кунпа çеç лăпланмарĕ Тоня. Хунямăшĕ тасатса-тирпейлесе пурăннăран халиччен кĕпе-йĕм çуса та, урай сĕрсе те курман вĕт вăл. Кунта вара йăлт хăвăн тумалла.
— Хăçан та пулин пĕтет-и сирĕн ĕç?! — тарăхса кĕтсе илчĕ вăл пĕррехинче мăшăрне. — Çумастăп тек сан япалусене, аннӳне кайса пар. Ырă мар шăршă кĕрет вĕсенчен.
Çуракине хĕрсех хатĕрленнĕ чухне, чăн та, çири кĕпе-йĕм вараланасран асăрханас шухăш пур-и унта? Саша та кунĕ-кунĕпе трактор ăшĕнче чаваланать. Çуракинче ĕçсĕр ларасран шикленет. Халиччен амăшĕ кĕпе вараланăшăнах вăрçнине илтменрен Саша мăшăрне пĕр хушă нимĕн калама аптăраса тăчĕ.
— Мĕн чĕнместĕн тата?! Сан хура кĕпӳсене çума качча килмен эп кунта!
— Уншăнах ан çĕтĕл-ха, Тоня, аннене кайса парăп ыран. Трактористăн вараламасăр пулмасть ĕнтĕ вăл.
Çук, çума килĕшмерĕ Марья инке ывăлĕн япалисене.
— Çитет сире ман ĕнсе çинче пурăнса! Ватлăхра пĕччен тăратса хăварса яла култартăр та, — куççулĕ витĕр ывăлне вăрçрĕ амăшĕ. — Арăмна мĕн тесе усран тата?! Ниçта та ĕçлемест, кунĕ-кунĕпе мĕн туса ларать?!
— Юрĕ, анне, ислетсе те пулин ларт. Ыран пĕтеретĕп трактора юсаса. Мунча кĕрес умĕн хамах çăватăп, — терĕ те ывăлĕ хаш сывласа общежити еннелле утрĕ.
— Саша, ăçта пирĕн укçа? Пар-ха мана пĕр пин. Магазина хитре кофтăсем илсе килнĕ. Эп кĕреннине питĕ кăмăлларăм, — каçхи апат çинĕ хыççăн упăшки çумнелле йăпшăнчĕ Тоня.
— Пĕр пин? Ăçтан тупас ман ăна? Колхозра виçĕ уйăх укçа памаççĕ.
— Виçĕ уйăх?! Халиччен тыткаламалăх укçа пулнă вĕт-ха пирĕн. Ăçта чикрĕн укçана, халех кала, — ĕненмесĕр хирĕлме пуçларĕ Тоня.
— Халиччен тытни вăл анне укçи пулнă. Пенси те уйăхсерен йĕркеллĕ илнĕ вăл, ĕç укçи те вăхăтра тӳлеççĕ вĕсене. Тата халиччен эсĕ нихăçан та пĕр пин ыйтман. Ман уншăн миçе уйăх ĕçлемеллине пĕлетĕн-и эс?
— Арăмна пăхса усрамастăн пулсан мĕншĕн авлантăн? Ача пирки калаçатăн тата. Санпа пурăнса выçса вилен кунта.
Чылайччен хирĕçсе те сăмах пĕтмерĕ вĕсен. Ĕнер çеç чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлтетнĕ мăшăрсем паян пĕр-пĕрне темĕн те пĕр каласа кӳрентерчĕç. Анчах пĕрин сăмахĕ те тепĕрин патне çитмерĕ. Кашни хăйĕнне калама васкарĕ.
Саша арăмне ăнланасшăн пулчĕ. Анчах ялта ӳснĕрен капăр тум, пылак апат пирки ытлашши шухăшлама вĕренмен вăл. Мĕн пуррипе çырлахса пурăннă. Тоня кăна ăнлансах та каймасть пулĕ. Тата хĕрарăмĕсене тумĕ те ытларах кирлĕ. Çавăнпа та кӳрентерме кирлех те мар пулĕ çав пĕр пин укçашăн арăмне.
— Юрĕ, çитĕ, каçар мана, Тоня, — йĕрекен арăмне пырса çупăрларĕ вăл. — Ыран бухгалтерине кĕрсе ыйтатăп, тен, аванс шучĕпе çырса парĕç пĕр пин.
— Кирлĕ мар мана сан кĕлмĕç укçу. — Саша аллисене илсе печĕ Тоня. — Ыранах анне патне куçса каятăп.
Саша ку сăмахсене илтсен хытсах тăчĕ. Пĕрре тăван килтен тухса кайса ялта ырă мар хыпар сарăлчĕ. Халĕ тата яланлăхах тухса кайсан мĕнле пурăнмалла кун хыççăн. Арăмĕсем уйрăлса кайнă арçынсенчен ялта мĕнле тăрăхланине пĕлет вăл. Çавăнпа та çав ята илтессинчен шикленет.
— Ним çукшăнах уйрăласси пирки ан шухăшла-ха эс, Тоня. Каларăм вĕт-ха ыран илсе килеп тесе.
Çук, йăпатаймарĕ вăл мăшăрне. Лешĕ каçхи апат çиесси çинчен мансах Сашăран уйрăм вырăн сарса выртрĕ те тек сăмах та чĕнмерĕ. Вăл пӳлĕмре çук та тейĕн.
Тепĕр кунне Саша парка кайиччен колхоз бухгалтерине кĕчĕ. Алăк патĕнче колхоз председателĕпе чутах пырса çапăнатчĕ вăл.
— А-а, Усков, — алă тăсрĕ лешĕ. — Сана шыраттăм-ха шăпах. Итле-ха, Александр, сан мăшăру мĕнле пек, тутлă апат пĕçерме пĕлет-и?
Саша вăл мĕн каласшăн пулнине ăнланмасăр куçне-пуçне мăчлаттарса ун çине пăхрĕ.
— Колхоза çул тума виçĕ КамАЗ командировкăна килет. Пурĕ ултă шофер. Çавсем валли ирпе каç апат пĕçерекен кирлĕ пире. Кăнтăрла колхоз столовăйĕйче çийĕç. Мĕнле пек, Усков?
— Хăйĕнпе калаçмасăр нимĕн калама та пĕлместĕп.
— Калаç-ха, калаç. Ялан вырăнта ларакан каска мăкланма та пултарать. Килте ларса ывăнчĕ те пулĕ мăшăру. Укçине те начар тӳлемĕпĕр.
Саша килте Тоньăпа калаçса пăхма шантарса колхоз председателĕпе сывпуллашрĕ. Укçа çыртарса илнĕ хыççăн та нумай шухăшларĕ вăл кун пирки. Тоня килĕшессе ĕмĕтленчĕ. Килте ларса, чăн та, чунĕ те тăвăнса çитет пулĕ. Çынпа калаçсан кăмăлĕ те уçăлĕ.
* * *
Тоня икĕпитленсе ывăнчĕ. Ялан йăпăлтатни те йăлăхтарать иккен. Хăвна кирлĕ япалана хирĕçсе те туянма пулать. Ĕнер те акă хăйне кирлине туянма пултарчĕ. Анчах илмелли япала татах пур вĕт-ха ун. Акă çуркунне çитет. Унăн пальтовĕ вара кивелсе кайнă. Ялта, тен, аптăрамасть пулĕ-ха. Хушăран район центрне те тухса кĕрес килет-çке ун. Клубра хăçан пулнине те астумасть. Упăшки ĕçрен ĕшенсе таврăнать те каçхи апат çисенех вырăн çине кĕрсе выртса ирччен харлаттарать. Темĕнле ачашласан та вăратма çук ăна. Кунĕпе вырăн çинче йăваланса выртнă Тоня ура çине те каçкӳлĕм çеç тăрать. Мĕнпур ĕçĕ те унăн — упăшки килнĕ çĕре апат пĕçересси. Урайне Саша çума вĕренчĕ ĕнтĕ. Хура япалисене те машинăпа хăех çавăрттарать. Тасалсах пĕтмесен те Тоня кури куçа курмăш тăвать. «Пулин, такамах пăхас çук», — тет вăл кун пек чухне. Хăй япалисене вăл хăех çăвать.
Халăхри пек каласан, пыл та çу çамрăк арăмăн пурнăçĕ. Укçа çукки тарăхтарать пулин те ĕçе тухма шутламарĕ-ха вăл. «Çав алă-утмăл тенкĕшĕн уйăхĕ-уйăхĕпе юр ашса çӳреме ухмаха тухман-ха эп», — шухăшларĕ вăл. Çавăнпа ĕнер упăшки командировкăрисем валли ирпе каç апат пĕçерме сĕнсен малтанах кӳренчĕ. Тăраниччен çывăрмалли те çук вĕт капла. Анчах апатне общежитинчех пĕçермеллине, колхоз ашпа тата ытти продуктсемпе тивĕçтерессине пĕлсен килĕшрĕ. «Вăрттăн укçа тума та пулать вĕт капла», — шухăшларĕ вăл.
Тепĕр кунне ирех ĕçе пуçĕнчĕ Тоня. Общежитин столовăй валли уйăрнă пӳлĕмне çуса тирпейлерĕ. Колхоз кӳрсе панă газ плитисене, сĕтел-пукана упăшкипе типтерлĕ вырнаçтарчĕç. Сцена çине ӳкерчĕксем çапма та манмарĕ Тоня. Çур кун вăй хурса ĕçленĕ хыççăн пӳлĕме пĕчĕк столовăй ĕренки кĕрсен Саша та арăмне ыталаса чуптурĕ.
— Ну, пулчĕ те, ырантан кунта Антонина Ускова хуçаланма пуçлать, — мăшăрне хавхалантарас шутпа çĕкленӳллĕн пĕлтерчĕ вăл.
— Апачĕ тутлă пултăр, Усков господин, — хавасланчĕ Тоня та.
Çакăн хыççăн пӳлĕмри хирĕçӳсем те хыçра юлчĕç вĕсен. Иккĕмĕш хутра пурăнакан командировкăрисем те Тоня ĕçĕпе кăмăллă пулас: ирсерен Сашăна ăшшăн сывлăх сунаççĕ. Çемье пурнăçĕ каллех йĕркене ларнине ĕненсе Саша лăпкăн ĕçлерĕ. Мăшăрне çителĕклĕ укçапа тивĕçтерес тĕллевпе икшер смена вăй хучĕ. Канма килсен те Тоньăна çула майăн çеç куркаларĕ. Икĕ-виçĕ сăмах хушса илет те каллех ĕçе тухса чупать. Тоня çакăн пек пурнăçпа малтан кăмăлсăрланчĕ пулин те кайран шарлами пулчĕ. Ăçта мĕн ĕç тунине те ыйтма пăрахрĕ.
— Саша, эпĕ тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор илесшĕн, — терĕ ăна пĕррехинче Тоня. — Командировкăна килнисенчен пĕри паян район центрне каять, эпĕ те пĕрле ларса кайса килесшĕн.
Тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор сахал тăманнине пĕлет-ха Саша. Ăçтан тупнă ун мăшăрĕ çавăн чухлĕ укçа? Кунĕпех çак шухăш пуçне кĕшĕклерĕ. Мăшăрĕнчен ыйтма ĕлкĕреймерĕ çав: лешĕ питçăмартинчен чап! тутарса илчĕ те КамАЗпа ларса вĕçтерчĕ. Машина кăшкăртнă сасса илтсен çеç тăна пырса кĕчĕ вăл.
— Аш сутса турăм эп вăл укçана, Сашенька, — çĕнĕ телевизор илнипе кăмăллă Тоня йăл-йăл çиçкелет Саша умĕнче. — Хамшăн çеç мар, иксĕмĕршĕн тăрăшатăп. Пулас ачана та пăсмĕ телевизор пурри.
Халиччен çын япалине тытман Сашăшăн ку хыпар уяр кунта аслати çапнă пекех туйăнчĕ. Амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкрен ку тĕлĕшпе хытă тытнă. «Енчен те вăрра вĕренсен пӳрнӳне касса ярап», — вăрçнă вăл ывăлне. Халĕ акă унăн савнă арăмĕ куç умĕнчех колхоз пурлăхне çаратать. Намăсланни, лайăхмарланни те çук вĕт-ха ун. Ним пулман пек çиçкелет.
— Мĕнле аш сутрăн?! — çилленсе кайрĕ Саша. — Эс мана намăс кăтартасшăн-и?
— Мĕншĕн намăс? — упăшки çиллинчен хăраса ӳкрĕ Тоня. — Эпĕ çеç-им? Пăх-ха эсĕ тавралла, колхоз председателĕ икĕ ывăлĕ валли пӳрт хăпартса лартрĕ, кашнине валли пĕрер «Жигули» туянчĕ. Тĕп бухгалтер ывăлĕ валли хулара кооператив шучĕпе хваттер тума укçа хывнă теççĕ. Хуçисене кура ыттисем те алхасаççĕ. Семеновсен чăххи-чĕппи бесплат тырă çинче ӳсет. Колхозăн аслă поварĕ сысна усрамасан та ашсăр яшка пĕçермест. Тата калас-и?! — хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ Тоня. — Пĕр эсĕ çеç мемме. Кивĕ, хăлтăр-халтăр тракторупа аппаланан. Пĕр пин укçашăн чĕтреме ерен. Виçшер уйăх укçа илейместĕн. Çав вăхăтрах колхоз председателĕн виçĕ машина: пĕри — хулана чупмалли, тепри — уй-хире тухмалли, виççĕмĕшĕ — аякри савнисене турттармалли.
Саша мăшăрĕн сăмахĕсем çине хурав тупаймарĕ. Чăннинех калать вăл. Анчах Саша нихăçан та ыттисен çулĕпе утмĕ. Пурнăçра тĕрĕс пурăнма вĕрентнĕ ăна амăшĕ.
— Юрĕ, сутнă аша каялла тавăрма çук. Тек ан тыт колхоз ашне. Пĕлсен кăларса ярап.
— Иксĕмĕршĕн-çке вăл. Мана хама нумай кирлĕ-им. Икĕ-виçĕ пиншĕнех колхоз çукка юлас çук.
Çĕре аванах ирттерчĕç пулин те Сашăн чунĕ лăпкă мар. Арăмĕ вăрă ĕçне тума пултарасси пирки нихăçан та шутламан вăл. Шаннă çын çапла хăтланни ăна пăшăрхантарчĕ.
Виçĕ талăк килте пулмарĕ Саша çак пăтăрмах хыççăн. Колхозăн тĕп ялĕнчен сакăр çухрăмра вырнаçнă уя хăвăртрах сухаласа пĕтерес тĕллевпе пĕрле ĕçлекен юлташĕпе ылмашăна-ылмашăна сухаларĕç. Киле çӳресе те вăхăта сая ярас темерĕç. Юлташĕн килне икĕ-виçĕ сехет кĕрсе канать те каллех ĕçе пуçăнать. Тăваттăмĕш кунне кăнтăрла тĕлĕнче сухаласа пĕтерчĕç вĕсем уя. Колхоз председателĕ те вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулчĕ. Çавна май ака уйăхĕшĕн паянах колхоз бухгалтерине кĕрсе ĕç укçи илме сĕнчĕ.
— Бухгалтерсем виçĕ уйăхшăн шутласа хунă сире валли ĕç укçи, пырăр, кайса илĕр. Ĕç пĕтернĕ хыççăн эрех ĕçсен те çылăх мар.
Саша çула май амăшĕ патне кĕрсе мунча хутма хушса хăварчĕ те общежити еннелле вĕçнĕ пек чуптарчĕ. Хушăран кĕсьери укçи тухса ӳкнипе-ӳкменнине тĕрĕслерĕ. Пин çурă ĕçлесе илнĕ вăл виçĕ уйăхра! Кун пек укçа вăл халиччен алăра тытса та курман. Ĕлĕк перекет кĕнеки çинче тăватă пин пур çын ялти чи пуян çын шутланнă. Саша кĕсйинче вара пин çурă! Япалисем хаклă пулин те мăшăрĕ валли парне илмелĕх пур. Хăйĕн те шăлаварĕсем кивелсе пĕтнĕ. Пĕр-икĕ кĕпе илсен те пăсмасть. Амăшне те парнесĕр хăварас мар. Хирĕçсе пурăннипе çитĕ.
— Тоня, — пӳлĕм алăкне уçнă-уçман мăшăрне чĕнчĕ вăл, — пире виçĕ уйăхшăн ĕç укçи...
Анчах пӳлĕмре сарăлса ларакан çĕнĕ дивана курсан Сашăн куçĕ-пуçĕ алчăраса кайрĕ. «Камăн диванĕ ку? Нивушлĕ Тоня илнĕ? Мĕнле укçапа?» — вĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Йĕри-тавра пăхкаларĕ, анчах мăшăрĕ ниçта та курăнмарĕ. Столовăйĕнче пулĕ-ха тесе Саша унталла чуптарчĕ. Алăкĕ хупă. Урăх ниçта та шырама пĕлмерĕ вăл мăшăрне. Ку таранччен никампа та хутшăнсах кайман Тоня йĕп пек çухалнă. Аптранипе командировкăрисем патне те анса пăхрĕ Саша. Вĕсен те алăкĕ питĕрĕнчĕк: кану кунĕсене киле кайнă пулас.
Тĕттĕмленсен çеç таврăнчĕ Тоня киле. Мунча кĕме кайма хатĕрленекен Сашăна ним пулман пек питçăмартинчен чуптуса илчĕ те пакăлтатма пуçларĕ.
— Гришăпа район центрне ларса кайса килтĕм. Диван илсе килме пулăшрĕ те пĕр çур литр эрех илсе ĕçтерме лекрĕ.
Саша Тоньăн пичĕ те кăшт хĕрелнине асăрхарĕ, арăмĕнчен эрех шăрши кĕнине туйрĕ.
— Тоня, кала-ха, ăçтан укçа тупрăн диван илме? Вăл сахал мар тăрать вĕт халь.
— Каллех пуçларĕ хăй юррине, — упăшки çине сиввĕн пăхрĕ Тоня. — Мĕн тума кирлĕ вăл сана мĕн чухлĕ тăни? Диван илнĕ? Илнĕ. Тата мĕн çитмест сана?
— Эп... — тарăхрĕ Саша, — сан упăшку. Арăм ăçта çӳренине пĕлме тивĕç пур-и ман? Ăçтан тупрăн укçа? Нивушлĕ каллех аш сутрăн?
— Эс анчах ĕçлеместĕн вĕт, мана та укçа пачĕç.
— Эп виçĕ уйăхра та пин çурă çеç илтĕм. Вăл дивана илме манăн виçĕ уйăх ĕçлемелле. Эс уйăх хушшинчех телевизорлăх, диванлăх ĕçлесе илнине кам ĕненет?
— Сана анчах тем çитмест! — тарăхмаллипех тарăхрĕ Тоня. — Милици мар пулĕ эс тĕпчеме. Эпĕ пур çемьене туртатăп, вăл — аркатать. — Арăмĕ куççулĕсене шăлма пуçласан Сашăн чĕри çемçелчĕ. Тоньăна хĕрхенес килчĕ, анчах ăшри туйăм хирĕçлерĕ ăна. Кунта ырă маррине туйрĕ вăл.
— Çитĕ йĕрсе, — арăмне вăй-хăват çитерсе ыталарĕ вăл. — Эпĕ санран укçа ăçтан тупнине çеç ыйтрăм. Ман пĕлмелле мар-им-ха ăна?
Упăшкин кăмăлĕ улшăнма пуçлани Тоньăна хăпартлантарчĕ. Кун пек чухне çилле мĕнле сирсе ямаллине те пĕлет вăл.
— Шоферсем ял халăхне вăрттăн хăйăр, шебень сутаççĕ. Укçине пайланă чухне мана та шута илеççĕ. Виçĕ пин пачĕç. Эпĕ ăна пĕтертĕм те ĕнтĕ.
— Виçĕ пин?! — тĕлĕнчĕ Саша. Унтан хăй кĕсьери пин çурă укçипе киле мĕнле вĕçтернине аса илчĕ те ăшĕнче хăйĕнчен хăй тăрăхларĕ.
Мăшăрне шарламарĕ вăл ĕç укçи илни пирки. Тоня сисиччен амăшĕ валли ялти магазинтан тутăр илчĕ те мунча кĕме тухса утрĕ. Тоня хунямăшĕ патне общежитие куçнăранпа та кайман. Хальхинче те мунча район центрне кайса кĕме пулса килех ларса юлчĕ.
Мунча хыççăн ĕçнĕ эрех самаях шăмшакне хавшатрĕ Сашăнне. Вăл кăнтăрлахи хирĕçӳ çинчен те маннă пек пулчĕ, анкă-минкĕленнĕ пуçĕпе Тоня хăйне васкаса çывăратса яма тăрăшнине те асăрхамарĕ.
Çак пăтăрмах хыççăн лăпкă пурăнчĕç Усковсем. Çураки пĕтнĕ хыççăн эрнелĕхе панă отпускпа усă курса Шăмăршăна та хăнана кайса килчĕç. Тоня амăшĕ патне кăштахлăха канма юлнăшăн та хирĕçлемерĕ Саша. Общежитинчи пӳлĕм çеç Тоньăсăр ытла та пушшăн туйăнчĕ ăна. Халиччен хăлхана кĕмен сехет сасси те ăна тарăхтарчĕ. Кĕнеке вулас тесе те пăхрĕ — пуçа нимĕн те кĕмерĕ. Тоня илнĕ çĕнĕ телевизора курас та килмерĕ ун. Мăшăрĕ укçа пирки тĕрĕссине каларăм тесе тупа турĕ пулин те Сашăн ăшĕнче шанманлăх туйăмĕ сӳнмерĕ. Пĕччен чухне пуçа темĕн тĕрлĕ шухăш та пырса кĕрет. Çĕрле те ыйхă килмерĕ упăшкин. Вăл вара вăхăтлăха тесе амăшĕ патне пурăнма куçрĕ.
Амăшĕ патĕнчен таврăннă Тоньăн сăнĕ те çуталнă пек, кăмăлĕ те савăк. Упăшки юлташĕ хăйне кум тăвасси пирки пĕлтерсен савăннине палăртмарĕ.
— Тинех килте иккĕн хирĕлсе лармăпăр. Мана валли юлташ пулать, — хавасланчĕ вăл.
— Хамăрăн та кама та пулин кум тума тахçанах вăхăт. Ача пулсан ĕçсем те нумайланĕç, хирĕçме вăхăт юлмĕ.
Тоня упăшки çине сиввĕнрех пăхса илчĕ те нимĕн те шарламарĕ. Саша та мăшăрне васкатасах темерĕ. Вăхăт çитсен çемье хушăнасса пĕр иккĕленмесĕр шанчĕ вăл.
Олег Николаевсем патĕнче Усковсем пынă чухне халăх йышлă. Олег хăй хулара пурăнать-ха мăшăрĕпе. Сашăпа пĕр урамра ӳснĕрен, пĕр класра вĕреннĕрен кум тума суйласа илчĕ вăл ăна. Çитменнине ачине те хулара халăх нумай пирки Канаш чиркĕвне кайса шыва кĕртме лекрĕ. Халăхĕ кунта та сахалах мар, çапах та хуларинчен аванрах.
— Иртĕр, иртĕр, — хаваспах кĕтсе илчĕ Усковсене Олег мăшăрĕ Нина, — мăшăрупа паллаштарма та васкамастăн, хулана пырсан та кĕрсе курмастăн, — Сашăна алă панă май каларĕ вăл. Анчах Тоньăпа ыталанма хатĕрленсен куçĕсемпе тĕл пулчĕ те тăснă аллисене ланчах ячĕ. — Иртсе ларăр, — терĕ вăл шăппăн урăх вĕсем еннелле пăхмасăр.
Саша хĕрарăмсем пĕрне-пĕри аван пĕлнине тӳрех ăнланчĕ. Ахальтен-им хăнара ялан савăк та шавлă Тоня паян сĕтел хушшинче шăпăрт ларать. Нина çине куç хӳрипе те пăхмасть. Лешĕ те Усковсен еннелле пăхмарĕ: вĕсем пӳртре çук та тейĕн. Мĕнле хура кушак каçнă хĕрсем хушшипе? Сашăна Нина Тоня çинчен темĕн пĕлни паллă. Мĕн-ши? Кун пирки Олегпа калаçма тĕв туса хучĕ вăл. Чăн та мĕн пĕлет-ха Миша Тоня çинчен? Мĕн туса пурăннă вăл хулара? Çак ыйтусем çине хурав илмеллех. Кун пек япала пирки хĕрарăмпа калаçма ырă мар тесе Саша Олегпа урама пирус туртма тухсан ăшĕнче канăç паман шухăша ирĕке кăларчĕ.
— Эп кун пирки нимĕн те пĕлместĕп. Нинăран ыйтса пăхăп, — шантарчĕ çĕнĕ кумĕ.
— Сана, паллах, пурне те каласа парса пăшăрхантарас та килмест, — ăсатма тухнă чухне тытса чарчĕ Сашăна Олег. — Сирĕн çапах та çемье. Анчах вăхăтра пĕлтермесен сан та пурнăçу арканма пултарать. Нина Тоньăна пĕррехинче хăйсен общежитийĕнче курнă. Эрне пурăнчĕ тет вăл унта яшсем патĕнче. Пӳлĕмрен пӳлĕме куçса çӳрерĕ тет. Тата Тоня ку ĕçшĕн укçа та илет иккен.
Çак сăмахсене илтсен Сашăн урисем лĕнчĕрех кайрĕç. Олегран уйрăлнă хыççăн маларах кайнă арăмне те хăваласа çитес темерĕ вăл, амăшĕ патне çул тытрĕ. Тарăхнă вăхăтра хăрушла инкек те туса хума пултарнине ăнланать вăл. Амăшĕ патне çитсен ăшчикне пусарас тесе эрех ыйтрĕ. Анчах лăплану мĕнне пĕлмерĕ ун чĕри. Тоньăпа ирттернĕ кашни саманта аса илме тăрăшрĕ вăл. Диванпа телевизор ун килне мĕнле майпа килсе ларнине те, хăй çулталăк хушшинче мĕншĕн ача ашшĕ пулманнине те ăнланчĕ. Анчах чавса çывăх та çыртма çук.
— Мĕн пулчĕ тата ун пекех, ăшна çунтаран? — ывăлĕ çумне пырса ларчĕ Марья инке. — Ĕçре тем сиксе тухмарĕ пулĕ те?
— Ĕçре мар, анне, ман чĕре çунса тухать. Пĕлетĕн-и кампа пурăннă эп ку таранччен? Пĕлместĕн?! Пĕл, эппин, сан кинӳ камне. Вăл хăй кĕлеткине сутса укçа тăвать! — амăшĕ айăплă пек ун çине кăшкăрчĕ ывăлĕ.
— Илтрĕм-ха командировкăрисемпе катаччи чупать тенине. Пустуй ăмсаннипе калаççĕ пулĕ терĕм.
— Мĕншĕн каламан эс мана ун çинчен?!
— Хам курман-ха та. Çын сăмаххи те ялан чăн пулмасть.
— Юрĕ, халĕ тин ним тăваймăн. Ыран кайса кала эс ăна, суллантăр тухса кунтан. Шăрши-марши те ан юлтăр. Унсăрăн эп унпа мĕн туса хурассине те пĕлместĕп.
Тоньăшăн Сашăн асăрхаттарăвĕсем кирлĕ те пулман. Упăшки Олегпа вăрттăн калаçса тăнине курсанах калаçу хăйĕн çинчен пулнине ăнланчĕ. Саша амăшĕ патне уттарнине курсанах общежитинелле вĕçтерчĕ вăл. Çур çĕр тĕллине пăхмасăрах командировкăрисен пӳлĕмĕн алăкне шаккарĕ.
— Гриша, Юра, Толя, вăранăр-ха часрах.
— Мĕн пулнă тата, — ыйхăран вăратнăшăн кăмăлсăрланчĕç лешсем.
— Ман упăшка щебень сутнине сиснĕ, халĕ милицине пĕлтерме кайрĕ. Тата... эпĕ сирĕнпе пурăннине те пĕлет вăл. Ман кунтан хăвăрт тухса тармалла. Милицисем килсен эсир пĕтĕмпех тунăр, эпĕ те нимĕн те пĕлместĕп. Пулăшăр-ха мана япаласене тиеме.
— Гриша, кайса тапрат машинуна, сан ыран кăнтăрла иртсен кăна рейса тухмалла, — хушрĕ арçынсенчен асли Юра.
Тоньăна япалисене пуçтарма вăхăт нумай кирлĕ пулмарĕ. Арçынсем сĕтел-пукана вырнаçтарнă çĕре вăл хатĕр те. Çапла сывпуллашрĕ вăл Кивкаспа. Саша амăшĕ пынă тĕле пушă пӳлĕмре ывăлĕн япалисем çеç унта-кунта йăваланса выртатчĕç. Тата диванпа вырăн айĕнче виçĕ уйăх хушшинче пухăннă çӳп-çап кунта чăнах та Тоня пурăнни çинчен аса илтерчĕ Марья инкене. Вăл ывăлĕн япалисене пуçтарчĕ те пӳлĕме çуса тирпейлерĕ, савăк кăмăлпа килĕ еннелле утрĕ.
Мĕн-ши вăл телей? Чылай çын çак ыйту çине хурав шыранă. Анчах пурин валли те пĕр хурав пур-ши? Çук пулĕ. Мĕншĕн тесен телей тенине кашни хăйне май ăнланать. Пĕри кӳрши тулăх пурнăçпа пурăннине ăмсанать. Тулăх пурнăç вăл телей валли питĕ сахаллине каласа ăнлантарма та çук ăна. Телей вăл, тен, чун-чĕре лăпкăлăхĕ. Чĕре нимĕн пирки те пăшăрханманни, ăш вăркаманни. Çын пурнăç йĕркеллĕ шунăран, ĕç кал-кал пынăран лăпкă пулать. Çакă мар-ши телей?
Çывăракан ачи умĕнче тĕлĕрсе ларакан Лида тарăн шухăшĕсенчен ниепле те хăпаймасть. Лăпкăн çывăракан ачи ыйхă тĕлĕшпе кулса илет.
— Çывăр, ывăлăм, Сашук. Санăн ӳсмелле, аçу пек пысăк та вăйлă пулмалла, — ывăлне çамкинчен чуптурĕ амăшĕ.
Сашук çывăрнă вăхăтра хуралнă япалисене чӳхесе çакас тесе ваннăйнелле утрĕ. Нумай пулмасть ăна çĕнĕ хваттер пачĕç. Лидия Николаевна пур-çук укçине пухса çĕнĕ сĕтел-пукан туянчĕ. Ашшĕпе аслă аппăшĕ пулăшнипе стенкăпа диван илсе лартрĕ, декрет укçи кавирпа палас илме те çитрĕ. Кухньăра вара шăллĕпе ашшĕ хăйсем тĕллĕн ăсталанă шкафсем йăлтăртатаççĕ. Кил-тĕрĕшĕнче кирли пурте пур Лидăн. Савăнмалăх ывăлĕ ӳсет. Пĕрле ĕçлекенсем те манмаççĕ ăна — килсех çӳреççĕ. Качча каяс тесен — çынни те пур. Анчах... ăшĕ вăркать çамрăк хĕрарăмăн. Пуçĕ пĕр евĕрлĕ тума хистесен те — чĕри итлемест. Пĕр шкулта ĕçлекен Всеволод Петрович ăна курнăранпах куç илмест. Сашука та юратать. Шăписем те иккĕшĕн пĕр евĕрех ĕнтĕ: лешĕн те пĕрремĕш мăшăрланăвĕ ăнăçуллă пулман, арăмĕ урăххипе пăрахса тухса кайнă. Ăшĕ çуннă вăхăтра темĕн тĕрлĕ те шухăшласа пăхать Лида. Çавăн пек самантсенче Всеволод килсен вăл пĕрле пурăнма та килĕшĕччĕ. Анчах тунсăх иртсе кайсан Лида каллех аса илӳсен ытамне путать, малтанхи савнийĕпе ирттернĕ самантсене аса илет.
— Эпĕ Сашука ыталанă чухне эсĕ арăмна ыталатăн пулĕ. Ман куççулĕ юхнă чухне эсир арăмупа кулатăр пулĕ, — савни пулнă çын сăнӳкерчĕкне ыталаса каçсерен йĕрет Лида.
Ялтан çыру илнĕ хыççăн Лида канăçлăх мĕнне манчĕ. Сашăпа Тоня уйрăлнине, Марья инке паянхи кун та Лидукшăн хурланнине пĕлчĕ вăл. «Санăн темĕнле упăшку пирки калаçать вăл, — çырнă ашшĕ. — Эс пире систермесĕрех качча каяс çук-ха. Тата аннӳне пытарнăранпа та çулталăк çитмен. Эпир Марьяна нимĕн те шарламарăмăр. Сашук пирки те каламан. Марья каланă тăрăх, ун ывăлĕ мар сана, эсĕ пăрахнă иккен Сашăна. Лидук, кунта темĕскер ырă мар япала пулнă пулас. Килсе кай яла. Сашука та курас килекен пулчĕ. Халĕ ларать те пулĕ ĕнтĕ. Костьăпа иксĕмĕр ятне чупту ăна. Салампа аçу».
Çак çырăва вуланăранпах чĕри вырăнта мар ун. Мĕнле хура кушак чупса иртнĕ Сашăпа иккĕшĕн хушшинче? Кунта Тоньăсăр пулманнине чĕрипе туять-ха вăл. Çапах та чăннине пĕлес килни ăна яла туртать. Ĕнер каç тĕлĕкре те вăл тăван яла, амăшне курнă. Амăшĕ хĕрĕ çине куларах пăхать, анчах Лидук сăмах хушсан амăшĕн сăнĕ çухалчĕ. Ун вырăнне Саша сăнĕ курăнса кайрĕ. Вăл нимĕн пулман пекех Лида çине куларах пăхать, хăй уншăн тунсăхлани пирки калать. Ирхине тӳсеймерĕ Лида, кирлĕрех япалисене пуçтарса чикрĕ те яла кайрĕ.
Кăмăллăн та савăнса кĕтсе илчĕç тăван килĕнче хĕрĕпе мăнукне. Ашшĕ, вĕсем килессе туйнă пекех, чăх пусса хатĕрленĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç вĕсем сĕтел хушшинче. Амăшне аса илчĕç, Лида хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ, ялти хыпарсене пĕлчĕ. Сăмах урăххи çине куçассине пурте ăнланчĕç пулин те ăна пĕри те пуçарас темерĕ. Сашук çеç кукашшĕ чĕркуççийĕ çинче хăй тĕллĕн калаçса ларчĕ.
— Саша Усков ялтах-и? — чăтаймарĕ ыйтмасăр хĕрĕ.
— Ялтах. Ĕнер анчах куртăм, вăрмантан пура валли пĕренесем илсе тухрĕ, — тахçанах хатĕрленĕ хуравне сывлăш çавăрмасăр каларĕ Николай Павлович. — Пура тума мана та чĕнчĕ Марья. Витисене çĕнетес тет.
— Каятăн-и?
— Ман ялтах пурăнмалла та, мĕнле пулăшас мар-ха пĕр ял çыннине. Аван та мар.
— Эп ахаль çеç ыйтрăм, атте.
— Лидук, тен, пĕрлешсе те кайăр. Сисетĕп, манаймастăн эс ăна. Ачуна та пĕччен ӳстерме çăмăл мар. Эп нумай пурăнас çук, Костьăн та ӳлĕм хăйĕн çемйи пулĕ.
— Хулара арçын кирлех мар, атте. Вăрман ĕçлес çук, пӳрт лартас хуйăх çук.
— Çапли çапла-ха та, арçын ачана хулара та ӳстерме çăмăл мар-çке. Тĕрлĕ ушкăнпа çыхăнса кайма пултарать. Ашшĕ пур чухнех...
— Качча каяс тесен арçынĕ пур ман. Анчах ĕненместĕп тек вĕсене. Ывăлăмпа çеç пурăнатăп, — ашшĕне пӳлчĕ хĕрĕ.
Хĕрĕ хăй пекех мăнкăмăллине пĕлет вăл. Кӳрентернине манаймасть, çавăнпа та хĕрĕн сăмахĕсем çине хурав памарĕ, суранне татах та тапратас темерĕ. Мăнукне çупăрласа чĕркуççийĕ çинче сиктерсе такмаклама пуçларĕ.
Хĕвел çӳле хăпарсан çеç вăранчĕ Лида. Каçхине час çывăрма выртманран Сашук та амăшĕ çумĕнче лăпкă тĕлĕрет. Амăшĕ вилнĕренпе килти ĕçсене хăех тума хăнăхнă ашшĕ хĕрне вăратман — шелленĕ. Ашшĕ умĕнче нумай çывăрнăшăн хăйне лайăх мар туйса Лида йăпăр-япăр тăрса тумланчĕ, çӳçне тирпейлесе çăвăнчĕ те витресем йăтса пусă патнелле утрĕ.
— Лидук, — чĕнчĕ ăна çав вăхăтра килкартинче вутă çуракан Костя. — Атя паян вăрмана çырлана каятпăр. Кăçал питĕ çырла нумай теççĕ. Сашука та пĕрле илĕпĕр.
— Кайăрах, кайăр, Сашукшăн вăрман сывлăшĕ те, çырли те усăллă, — сăмах хушрĕ ашшĕ те.
Ял вăрманĕнче пулманни чылай пулать Лидăн. Сашăпа çакăнта вĕсем чи малтан юрату çинчен калаçнă. Пĕр-пĕрне ĕмĕр манмастпăр тесе тупа тунă. Çакăнта ăна Саша пĕрремĕш хутчен чуптунă, çакăнта вăл Саша ывăçĕнчен çырла çинĕ. Халĕ акă каллех Сашăпа, пĕчĕк Сашукпа, Сашăн ывăлĕпе. Халĕ вăл мар, Сашук ун ывăçĕнчен çырла çиет, амăшне пĕчĕк аллисемпе чĕпĕтет, çырла татах çиес килнине пĕлтерет.
— Лидук, авă Усков Сашăн тракторĕ. Вите валли пĕренесем турттараççĕ, — аппăшне хулĕнчен тĕкрĕ Костя. — Каяр-и кунтан аяккалла?
— Каяр, Костя, — терĕ те Лида ывăлне урапа çине лартса тĕкме пуçларĕ, шăллĕ хăйпе пĕр шухăшлă пулни аппăшне савăнтарчĕ.
Çул хĕррине çитерехпе тин вăл ял енчен килекен арçын кӳлепине асăрхарĕ. Ун уттине вăл пин çын хушшинче те уйăрса илĕ: çĕр çине ун чăн-чăн хуçи пек мăнаçлăн пусса утать Саша. Ĕçре те вăр-вар, утти те хăвăрт ун. Лида урапана тĕкме мансах килекен арçын çине сăнаса пăхрĕ. Урисене шăнăр хутлатрĕ тейĕн: ниепле те малалла ярса пусаймарĕ. Саша та Лидăпа танлашсан утма чарăнчĕ. Алăри сумкине çĕре лартрĕ, куçĕсемпе урапа çинчи ачана тĕллерĕ. Костя çеç вĕсене чăрмантарас мар тесе ял еннелле пăрăнса утрĕ.
— Салам, — шăппăн сăмах хушрĕ Лида.
Саша Лида каланине илтмерĕ те тейĕн. Сумки çинчен мансах Сашук патнелле утрĕ. Ун умне чĕркуçленсе ларчĕ те ăна куçран тинкерчĕ. Ытти чухне палламан çынсенчен ютшăнакан ача Саша еннелле икĕ аллине тăсрĕ, урапа çинчен тăрасшăн пулчĕ.
— Мĕн ятлă? — аран илтĕнчĕç сăмахсем.
— Сашук.
— Вăл ман ывăл, Лидук. Пирĕн, иксĕмĕрĕн.
— Çук, Саша, вăл ман ывăл. Эсĕ...
— Нимĕн те ан кала, Лидук, — пӳлчĕ ăна Саша. — Вăл ман. Куçĕсем, питçăмартисем, сăмси. Каснă лартнă эпĕ. Манăн çакăн пек сăнӳкерчĕк те пур.
Саша урапа çинчи ачана аллине илсе хăй çумнелле пăчăртарĕ. Куçĕсенчен юхакан куççуль тумламĕсене те шăлмарĕ.
— Лидук, пирĕн калаçмалли нумай, — ачана урапа çине лартнă хыççăн Лида умне пычĕ вăл. — Каçхине эпĕ сирĕн пата пырăп. Халĕ вăрманта ĕçлекенсем валли яла апат илме кайнăччĕ. Вĕсем кĕтсе те ывăнчĕç пулĕ. Каçчен, Лидук.
Лида ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, урапине тĕксе ял еннелле утрĕ.
Вăл пӳрте кĕнĕ чухне ашшĕпе шăллĕ сĕтел хушшинче калаçса ларатчĕç, Лида кĕнĕ-кĕмен иккĕшĕ те шăпланнăран сăмах хăй çинчен пынине тӳрех ăнланчĕ.
— Мĕн тăвас тетĕн халь? — ыйтрĕ ашшĕ.
— Пĕлместĕп, атте. Ман шухăшламалла. Халĕ эпир хулана каятпăр. Ăсат пире, Костя.
— Таратăн? Анчах хăвăнтан тараймăн, Лидук.
Хулана çитсен те лăпланаймарĕ Лидия Николаевна. Ăшра икĕ тĕрлĕ шухăш: пĕри Сашăпа пĕрле пулма сĕнет, тепри мăнкăмăллăха çухатма юраманни пирки аса илтерет. Пĕрле пулма килĕшсен пулса иртнине йăлт манмалла. Кăна тума Лидăн çĕнĕрен çуралмалла. Пурнăç вăл хут çинчи ӳкерчĕк мар. Ăна хуратаймăн. Ĕмĕр пĕччен пурăнасси те хĕрарăма илĕртмест. Каçарсан никама та кирлĕ пулман та, çавăнпа Сашăнах тухрĕ темĕç-ши? Сашук çитĕнсен ашшĕллĕ ачасене курсан куççулĕ юхтармалла пулмĕ-ши?
Шухăшсен вĕçне-хĕрне çитеймерĕ Лида. Ялта пулса иртнине манас тесе хваттерне тирпейлерĕ, кĕнеке вуларĕ. Анчах, çилĕм пек, пуçа кĕрсе ларнă шухăшран ниепле те хăпса пулмарĕ. Мĕн пулассине чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Шăпине парăнчĕ.
Лида хулана кайнине пĕлсен Сашăн аллисем усăнчĕç. Калама хатĕрленĕ сăмахсене те çăтса ячĕ вăл. Лидук, паллах, ăна кӳреннĕ. Çапах та вĕсен ывăл ӳсет-çке. Ăна ашшĕ кирлĕ. Çук, хальхинче вĕçне-хĕрне тупатех Саша. Нимĕнле спортсменран та хăрамĕ вăл. Ирĕклĕ майпа кĕрешет пулин те калаçса илмеллех унпа.
— Микула пичче, пар мана Лидукăн адресне.
— Темле, те парсан аван, те памасан, — иккĕленсе тăчĕ Микула пичче. — Хăй нимĕн те шарламарĕ те.
Çук, памарĕ Николай Павлович хĕрĕн адресне. Тархасласа ыйтсан та яхăнне те ямарĕ. «Лидăн хăйĕн ку ыйтăва татса памалла», — терĕ.
— Саша, — илтрĕ вăл урама тухсан хăйне такам чĕннине, — ак Лидăн адресĕ. Анчах мана ан сут.
Савăннипе тав тума та маннă Саша савнин адресне чĕри çумне тытса килĕ еннелле вĕçтерчĕ. Ыранах хулана тухса кайма тĕв турĕ вăл.
Хула ял марри такама та паллă. Çавăн чухлĕ çурт хушшинче Лидăна шыраса тупма çăмăл пулмарĕ Сашăна. Юлашкинчен савнийĕ пурăнакан хваттер алăкĕн шăнкăравне пырса пусма хевте çитерчех вăл.
— Эсĕ?! — алăк умĕнче Саша тăнине курсан тĕлĕнчĕ Лида.
Саша вăл ăнтан кайса ун çине пăхса тăнипе усă курса хваттер алăкне шал енчен хупма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ.
— Эпĕ. Кĕтменччĕ-им?
— Çук, кĕтмен. Сашук çывăрать, ытлашши ан шавла.
— Эпир тĕпелте те калаçма пултаратпăр.
Чылайччен çутă сӳнмерĕ тĕпелте. Сашук пĕрре вăранса тепĕр хутчен çывăрса кайма та ĕлкĕрчĕ. Лидăпа Сашăн калаçăвĕ çаплах чарăнмарĕ.
— Эпир иксĕмĕр те йăнăшнă. Манăн ун чухне сана шыраса тупса тĕрĕссине каламаллах пулнă, — тарăхрĕ Саша. — Эпĕ вара?
— Эсĕ айăплă, эпĕ вара мĕншĕн? Ман айăп мĕнре?
— Хăвăн шăпу, пирĕн телей, пулас ача çине алă сулнинче. Аннӳне пытарма пырсан та манпа курса калаçас темен эсĕ. Çапла çав вăл пĕр-пĕрне ăнланмасан.
— Тавтапуç аса илтернĕшĕн. Сирĕн туй кĕрленĕ вăхăтра манăн сирĕн пата пырсан мĕн темеллеччĕ? «Акă эпĕ унăн чăн-чăн арăмĕ, паллашăр!» Çапла-и?
— Ун чухне тĕрĕссине пĕлнĕ пулсан Тоньăна кăларса янă пулăттăм. Пĕр-пĕрне чунра мĕн пуррине калама именни, пĕр-пĕрне ăнланмасран хăрани çакăн пек инкек патне илсе çитерме пултарать пурнăçра.
— Ăçтан пĕлнĕ-ха эпĕ Тоня сан пата ман пирки çавăн пек çыру çырса янине? Санăн вара чăннипех те тĕрĕслĕхе шыраса тупмаллах пулнă. Мĕншĕн манран ыйтса пĕлмерĕн ман çинчен? Мĕншĕн саншăн ют çын сăмаххи çывăхрах пулчĕ?
— Хирĕçнипе иртнине тавăрма çук. Тоня мĕнле хĕрне пĕлнĕ-çке эсĕ, Лидук. Мĕншĕн çыхланнă унпа? Мĕншĕн яла пĕрле илсе пытăн?
— Чăнах та, иксĕмĕрĕн тĕл пулса калаçмаллах пулнă пирĕн. Анчах халĕ тин нимĕн те тăваймăн, — килĕшрĕ Сашăпа Лида.
Иккĕшĕ уйрăлса кайнин чăн-чăн сăлтавне пĕлчĕ пулсан та Лидăн чунĕ лăпкă мар. Темĕн кĕшĕклет ăна, темшĕн чĕри сиксе тухасла тапать ун. Ытла та нумай куççулĕ юхнă, куç хупмасăр иртнĕ каçсем те сахал мар пулнă. Амăшĕн савăнăçне те вăл пĕчченех туйнă. Мĕнле манмалла çакна пĕтĕмпех? Чунри кӳренӳ туйăмĕ сӳнмерĕ-ха.
Саша Лидăна васкатасшăнах пулмарĕ. Иртнине манса пурнăç çĕнĕрен пуçлас пулсан вăл Лидăна тек нихçан та кӳрентерес çук, çын сăмахне те ĕненес çук. Мĕнле çавăрмалла Лидăна? Мĕнле майпа ывăлне ашшĕллĕ тумалла?
Çук, ăнлану пулмарĕ вĕсен иккĕшĕн хушшинче. Кашни хăй кӳренĕвне çиеле кăларчĕ, айăпне йышăнчĕ пулин те çураçупа вĕçленмерĕ çак кĕтнĕ калаçу. Кашни хăйне тĕрĕс тесе шутларĕ, теприне ăнланма тăрăшмарĕ.
Яла таврăнсан та ывăлĕпе пĕрремĕш юратăвĕн сăнарĕсем Саша асĕнчен каймарĕç. Пулса иртнĕ калаçу пирки амăшне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа панă вăл. Тунă йăнăшсемшĕн хăйне ӳпкелени те ăна çăмăллăх кӳмерĕ. Вите тăвасси пирки те, ĕçе çӳресси пирки те манчĕ. Хуйхине эрех ĕçсе пусарма тăрăшсан та усси пулмарĕ. Ӳсĕрпе хăйне çăмăллăн туйрĕ, тепĕр кунне чĕре суранĕ каллех ыратрĕ. Саша ăна каллех эрехпе «сиплерĕ», вăхăтлăха та пулин ун çинчен манма тăрăшрĕ.
— Ара, ывăлăм, пĕтетĕн вĕт капла, ма ĕçен-ха пĕрмай, — ывăлне вăрçрĕ амăшĕ. — Эрехпе манас тетĕн-и пулни-иртнине? Хăвна кăна пĕтерен вĕт.
— Анне, ман пурнăç сӳннĕ. Тек никама та кирлĕ мар эпĕ, — пулчĕ хурав.
Тепĕр кунне те, эрнерен те чарăнмарĕ Саша ĕçме. Ĕçчен те сăпайлă арçынран çавăн пек сӳсленчĕк пулса кайнине ял-йыш курчĕ пулин те, никам та нимĕн те шарламарĕ. Хăшĕсем хушша-хуппа кĕрес мар терĕç, теприсем, Марья инкене кӳреннисем, савăнчĕç. Микула пиччешĕн çеç ку хăрушă хыпар пулчĕ. Марья инкепе калаçнă хыççăнах вăл хĕрĕ патне çыру çырма ларчĕ.
Лидăн та пурнăçĕ пĕр пек иртрĕ: кунсерен ачипе уçăлса çӳрерĕ, пӳртре-çуртра тирпейлерĕ, апат пĕçерчĕ. Кашни кун пĕр евĕр иртни йăлăхтарчĕ те ăна. Анчах ывăлне алла илсе выляса илет те пĕтĕм асапĕ иртнине туять. Халиччен чирлесе аптратманччĕ-ха Сашук. Анчах çак кун, уçă сывлăшра нумайрах çӳренине пула-ши, каç енне Сашук вĕриленме пуçларĕ. Ывăлĕ çывăраймасăр асапланнине курсан амăшĕ «васкавлă пулăшу» чĕнчĕ. Врач ачана итленĕ хыççăн ӳпкене илни пирки каларĕ, амăшĕпе ачине тӳрех больницăна ăсатрĕç.
Палатăра тăватă хĕрарăм вĕсем. Пурин те алăри ача. Хăнăхма çăмăл пулмарĕ вĕсене пĕр-пĕринпе. Ачи çывăракан амăшĕ вылякан ача амăшĕ çине сиввĕн пăхкаларĕ, ачине чарма ыйтрĕ. Хĕрарăмсенчен иккĕшĕ чăваш пулчĕç. Лида пыриччен виççĕшĕ пĕрле чылаях пурăннă курăнать: малтанах ун çине пурте тĕпчесе пăхрĕç. Майĕпен хăнăхса пычĕç. Вырăс хĕрарăмĕ пушшех те Лида еннелле туртăннă пек туйăнчĕ. Вĕсем иккĕшĕ те час-часах хăйсен ачисем çинчен калаçса ларчĕç.
— Зоя, кун патне те никам та килмест, — илтрĕ пĕррехинче Лида вырăс хĕрарăмĕ палатăран тухса кайсан икĕ амăшĕ чăвашла калаçнине. — Ку та качча кайман пулас.
— Кам пĕлет вĕсене, таçта йăванса çӳресе тупаççĕ те ачисене кайран йĕркеллĕ çемьесене уйăраççĕ, — Лидăна чăвашла пĕлмест тесе пакăлтатрĕç икĕ хĕрарăм.
Лида чĕнмерĕ. Хирĕç хуравласа калама сăмах та пулмарĕ ун. Качча каймасăр ача тунă хĕр халăхра хисепре маррине пĕлет вăл. Çавăнпа ашшĕ сăмахĕсемпе те килĕшес килет ун. «Ачуна пĕччен мĕнле ӳстерес тетĕн, хĕрĕм? Саша Усков эрех пички ăшне кĕрсех ӳкрĕ ĕнтĕ. Ачун ашшĕ куç умĕнчех çапла пĕтнине мĕнле чăтан эсĕ? Алла кĕнĕ телейне мĕншĕн тартан? Иртнипе пурăнаймăн. Малашнехи çинчен шухăшла», — çырнă ашшĕ. Вăл юратакан Саша çапла ĕçке ярăнасси пирки нихăçан та шухăшламан. Вăл, хĕрарăм, асап тӳссе ирттерчĕ пулсан, арçыннăн çĕнтермеллех ăна. Анчах Саша пурнăç çине алă сулнă. Хуйхине эрехпе пусарма хăтланать.
Больницăран тухсанах Лида яла тухса кайрĕ. Яланхи пек, тăван килне каймарĕ вăл: Усковсен алăкне хăюллăн уçрĕ. Вăл пынă чухне Марья инке килкартинчеччĕ-ха: çӳп-çапа шăпăрпа шăлса тасатать. Ача йăтнă Лида кĕрсе тăрсан савăннипе хыпкаланса ӳкнĕ хĕрарăм вĕсем тавралла кускалама пуçларĕ.
— Мĕнле килме пĕлтĕр, ай тур-тур. Атьăр-ха пӳрте. Саша та килтехчĕ.
Вĕсем пӳрте кĕнĕ чухне Саша вырăн çинче выртатчĕ.
— Саша ывăлăм, тăр-ха, кам килчĕ пирĕн пата? — Марья инке савăннипе пӳрт тăрăх кускаларĕ. Лидăна пукан та сĕнсе пăхать вăл, ывăлне те ыйхăран вăратасшăн силлет, мăнукĕпе те калаçса илет. — Чи телейлĕ çын эпĕ паян çĕр çинче, чи телейлĕ çын.
Лида ачине ашшĕ çумне лартрĕ те хывăнма пуçларĕ.
— Саша тăриччен сĕтел хатĕрлер-ха, Марья инке... анне, — шăппăн каларĕ вăл хунямăшне.
— Хатĕрлер çав, кин, хатĕрлер. Сирĕн те çул çинче хырăм выçрĕ пуль.