Пĕрремĕш пайĕ
Юрий
Юрийĕн ĕнертенпех канăç çук. Чĕри те темĕн йăшкать. Пĕр вырăнта ларма та кансĕр ăна. Таçта тухса утас, такампа калаçас килет. Аптăранă енне виçĕ уйăх каялла пуçланă эрех кĕленчине те алла тытса пăхрĕ. Анчах эрехе черккене яраймарĕ. Эрехпе чунĕ лăпланаймассине туйрĕ. Алăкри шăнкăрав çеç ăна кускалуран хăтарчĕ.
— Юрий, эсĕ халĕ те тумланман-и вара?! — çитсе кĕчĕ ун патне юнашар çуртра пурăнакан Саша. — Паян санăн процесс вĕт, эсĕ маннă-им?
Юрийпе Саша иккĕшĕ те икĕ çул каялла çеç университетăн юридически факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр пӳлĕмре пурăннă икĕ яш пĕр-пĕринчен уйрăлманнине кура ĕçлеме те пĕр çĕрех ячĕç вĕсене. Телее, вырăнĕ те пĕр халăх судĕнчех тупăнчĕ: Юрийпе Сашăна иккĕшне те адвокат должноçĕсене шанса пачĕç.
— Çук, манман. Темшĕн чун туртмасть манăн ку ĕçе.
— Мĕнле ĕç санăн паян?
— Вăтăртан иртнĕ хусах пĕр хĕре мăшкăл кӳме пуçланă. Лешĕ вара хӳтĕленсе ăна тĕртсе янă. Кам шуйттанĕ пырса пăрахнă-ши çав чул катăкне шăп çав вырăна?! Тата шăп çавăн çине ӳкмелле пулнă-çке лешĕн! Вăйпитти арçын чул катăкĕ çине ӳкнипех вилсе кайнă.
— Мĕн пăшăрханатăн вара эс? — тĕлĕнчĕ Саша тусĕнчен. — Хăйне хăй çеç хӳтĕленĕ вĕт вăл хĕр. Ăна лартмасан та пултараççĕ-çке. Эс хăвăн калаçăвна яланах тĕрĕс йĕркелетĕн. Хĕр хутне кĕме ыйт судьяран.
Юрий чӳрече умне пырса тăчĕ. Пĕр хушă ун куçĕсем ĕçе васкакан çынсене сăнарĕç. Саша пурăнакан тăхăр хутлă çуртăн алăкĕсем пĕр канăçсăр уçăлса хупăнаççĕ.
— Çук çав, Саша. Ĕçĕ кунта эс каланă пекех çăмăл мар. Хупаççĕ ăна. Прокурор та, следователь те 103-мĕш статьяпа айăплама ыйтаççĕ. Нимĕн те тăваймастăп эпĕ.
— Тăхта-ха, хӳтĕленсе тĕксе янă темерĕн-и эсĕ ăна? — тĕлĕнчĕ Саша.
Юрий каллех алăри пӳрнисене хуçкаласа пӳлĕм тăрăх утма пуçларĕ. Пĕчĕкех мар пӳлĕм панăччĕ ăна халăх сучĕ çине тăнипе. Халĕ акă утма та вырăн çитмест пек. Унăн вара вĕçĕ-хĕррисĕр утас, пĕтĕм шухăшне çул çине ярас килет.
— Мĕнпе çирĕплетес ман ăна?! — тарăхăвне пытараймасăр Сашăна хулпуççинчен силлерĕ Юрий. — Никам та курман вĕсене! Пĕлетĕн-и, никам та курман! Çитменнине, Вероника çинче пĕр шăйрăк та çук!
Юлашки сăмахсене илтсен Саша та нимĕн калама аптăраса тăчĕ. Чăн та кун пек чухне хӳтĕлев тесе калама питĕ иккĕленмелле.
— Итле-ха, Юрий, мăшкăл кӳнĕ терĕн вĕт-ха, — сасартăк ларнă вырăнтан сиксе тăчĕ Саша. — Ку вара, мĕн, ниме те пĕлтермест-ши?
— Кӳреймен вăл мăшкăлне. Вероника хăйĕн чысне вăй çитнĕ таран хӳтĕленĕ, — лăпкăн хуравларĕ Юрий.
Сашăпа Юрий пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕç. Кашни хăйĕн шухăш ытамне путрĕ, лару-тăруран тухмалли мел шырарĕ.
— Пĕлетĕн-и, Саша, — кăштахран сăмах хушрĕ Юрий. — Ку манăн выляса янă пĕрремĕш ĕç пулать. Ытти тĕслĕхсенче айăпланакансене айăпран хăтарма е урăх статья çине куçарма май килнĕччĕ. Питĕ шел.
— Пирĕн ĕçлемелли тата нумай-ха. Ытлашши ан пăшăрхан. Адвокатсем яланах выляса илсен тĕрмесем те пуш-пушă пулĕччĕç, — юлташĕ хăйĕн сăмахĕсемпе лăпланманнине пĕлсех сăмахларĕ Саша.
— Чăн-чăн преступлени тунă çынна эпĕ хĕрхенессĕм çук. Анчах Вероника… Вунсаккăр çеç тултарнă вĕт-ха вăл. Ман чĕре вăл юри вĕлернине ĕненмест. Сисетĕп эп: Вероника тĕрĕсех калать. Анчах мĕнпе çирĕплетсе парас ман çакна, Саша?
— Нимĕн калама та, сĕнме те пултараймастăп. Каçар, Юрий. Манăн вара паян çăмăл ĕç, — сăмахне урăх еннелле пăрчĕ Саша. — Упăшкипе арăмĕ ӳсĕрпе пĕр-пĕрне хĕнесе пĕтернĕ. Манăн та хĕрарăма хӳтĕлемелле пулать.
— Çук, Юрий, тупмаллах ман çул-йĕр, тĕрмене лартма памалла мар Вероникăна, — куçĕсемпе чӳречене тĕллесе калаçрĕ Юрий.
Саша юлташĕ хăйне итлеменнине, Юрие урăх калаçу интереслентерменнине ăнланчĕ те пукан çинчи дипломатне илсе куçкĕски умĕнче çӳçне якаткаларĕ, галстукне тӳрлетрĕ. Пĕлет вăл: Юрий мĕнле те пулин шут тытрĕ пулсан — вĕçне-хĕрне тупмасăр та лăпланаймасть. Кашни ыйту çине хурав тупмалла, пурне те пĕлмелле, ăнланмалла ун. Чăркăш тетчĕç ун çак енĕсене курсан пĕрле вĕренекенсем. Анчах Юрий чăркăш маррине, ĕçе тĕплĕн тума тăрăшнине пĕлет Саша. Нумай тĕпчени пулăшать те ăна ĕçре.
— Юрĕ эппин, Юра, эпĕ кайрăм. Суд пуçланиччен ман çыннисемпе курса калаçмалла, сĕнӳсем памалла. Каçхине килĕп сан пата, сывă пул, — терĕ те Саша юлташĕн хуравне кĕтсе илеймесĕрех тухса утрĕ.
Мĕн тумалла? Камран канаш ыйтмалла? Çак ыйтусем канăç памарĕç Юрие. Хуравĕсене тупайманни вара ăна тарăхтарчĕ. «Выляса янă пĕрремĕш ĕç пулать», — терĕ вăл Сашăна. Анчах сăлтавĕ çакă çеç-ши? Темĕнле чаплă адвокатсен те выляса янă ĕçсем пулаççĕ. Никам та, нимĕн те калаймĕ вĕсене кун пирки. Хӳтĕленĕ çыннăн тăванĕсем те укçа ахалех пĕтертĕмĕр тесе ӳпкелеймĕç, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсенчен мĕн килнине пурне те тăваççĕ. Чăн-чăн преступлени тунă çыннăн вырăнĕ вара, Саша калашле, тĕрмере. Эппин, мĕн канăç памасть-ха ăна? Мĕн шухăшлаттарать? Саша ку ыйтусем çине хуравсем тупаймасть. Чĕри вара пĕр канăçсăр йăшкать. Хуравне те пĕлет ун чĕри. Анчах Юрий ăна сасăпа калама мар, шухăшлама та хăрать ун пирки.
— Вероника, — пăшăлтатать вăл. — Мĕн кĕтет сана тĕрмере? Тӳссе ирттерĕн-ши эс хăвăн срокна? Çук, лартма юрамасть сана тĕрмене, юрамасть!
Шухăшла-шухăшла пуçĕ ыратма пуçласан пĕр группăра вĕреннĕ Аля патне те шăнкăравлама шутланăччĕ вăл ĕнер. Анчах Вероника пирки калаçса Альăна пăшăрхантарасран шикленчĕ. Пĕлсе çитер вĕсене, хĕрарăмсене. Тĕрлĕрен ыйту парса шанми пулĕ, кĕвĕçме пуçлĕ. Туйĕ те кĕçех пулмалла ĕнтĕ вĕсен. Юлташĕсем те кашни курмассерен туя хăçан килмелли пирки ыйтаççĕ. Тумланнăскер, каялла хывăнчĕ вăл, панадол ĕçсе хăй çырнă хутсене тепĕр хут вуласа тухрĕ.
Вероника
Темиçе уйăх каялла Çĕнĕ çула тĕрме камеринче кĕтсе илесси пирки кам та пулин каласан Вероника ун сăмахĕсене шӳт вырăнне йышăнса кулса çеç илĕччĕ. Анчах акă вăл, нумаях пулмасть 18 çул тултарнă хĕрупраç, паян пĕчĕк чӳречеллĕ тĕрме камеринче, тĕрлĕрен çапкаланчăк хĕрарăмсем хушшинче ларать. Апат килсе çитерекен çамрăк милиционер та ун çине зоопаркри чĕрчун çине пăхнă пекех пăхать. Ахăртнех, вăл та çак илемлĕ те черченкĕ хĕрача тĕрмене лекнинчен тĕлĕнет пулас. Ун куçĕсенче хĕрхенӳ курать Вероника. Унтан, ăна кунта мĕншĕн лартнине аса илет пулас та, куçĕсем хĕре сиввĕн пăралаççĕ, тути те йĕрĕннĕн пăрăнать. Кунта ларакансем вĕсемшĕн пурте пĕрех пулнине ăнланса илет Вероника. Куçĕсемпе кĕтеселле — эрешмен карти карса тултарнă çӳллĕ вырăна пăхать. Çав çӳпĕсенчен пĕри пекех туять хăйне Вероника. Унăн сасартăк никам асăрхамасла пĕчĕкленес, куç умне курăнми пулас килет. Мăшкăл куриччен хăй çине алă хума та шутланăччĕ вăл, анчах хупнă чухне ун çумĕнчи мĕнпур япаласене илсе юлчĕç.
Кунĕ-кунĕпе ларнă хыççăн тĕрлĕ шухăш пырса кĕрет Вероника пуçне. Пурăнса ирттернĕ кунсем çине те урăхла пăхма пуçлатăн тĕрме камеринче. Тӳссе ирттернĕ йывăрлăхсем те пĕчĕк савăнăç пек туйăнаççĕ. Амăшĕпе ашшĕне, шăллĕ-йăмăкне аса илсен куççулĕ тухать Вероникăн. Уйрăмах амăшне шеллет вăл. Макăрса куçĕсенче куççулĕ те юлмарĕ пуль мăнтарăнăн. Аслă хĕр-çке вăл çемьере. Мĕн çинчен кăна ĕмĕтленмен пулĕ вĕсем амăшĕпе. Амăшĕ ашшĕнчен вăрттăн хĕрĕ валли качча кайма пурлăх та хатĕрлеме пуçланăччĕ. Врач пулма ĕмĕтленетчĕ Вероника. Анчах конкурспа кĕреймерĕ вăл медицина факультетне. Вара врач пуличчен больницăн хура ĕçне тутанса курас тесе больницăна санитарка пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. Анчах пĕр кун, çук, пĕр сехет ун пурнăçне пăтратса ячĕ, çутă ĕмĕчĕсене татса чысне ĕмĕрлĕхех вараларĕ.
Шухăша путнă Вероника юхакан куççульне ытти хĕрарăмсем куриччен вăрттăн шăлса илчĕ те, йывăр пулин те, пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе аса илме тăрăшрĕ.
…Смена пĕтнĕ хыççăн та килне часах тухса каймарĕ вăл. Палатăсене çӳп хăварман-ши тесе тепĕр хут тĕрĕслесе тухрĕ, хура алшăллисене тасисемпе улăштарчĕ. Вак-тĕвек ĕçсене тукаласа ултă сехет иртнине те сисмерĕ.
— Вероника, эсĕ халĕ те кайман-и-ха? Эх, маначчĕ сан вăхăту, — ăна улăштарма килнĕ Света пырса кĕрсен çеç Вероника хăй паян ытти чухнехинчен татах та каярах юлнине ăнланчĕ. — Качча кайиччен çеç лайăх çав: мĕн тăвас килет, çавна тăватăн, ăçта каяс килет, çавăнта каятăн. Халĕ вара упăшка куçĕнчен çеç пăхса лармалла, хамăра валли пĕр пушă вăхăт та çук.
— Ой, эпĕ сисмен те вăхăт çапла иртнине. Каям-ха, аннене кĕпе çума пулăшма шантарнăччĕ. Çула май «Новинкăна» кĕрсе порошок илетĕп те киле чуптаратăп.
Магазин хупас умĕн çеç чупса çитрĕ Вероника «Новинкăна». Хăйне кирлĕ япаласене туянчĕ те васкасах магазинтан тухма тытăнчĕ.
— Вероника, привет, — хулпуççинчен пырса тытни кĕтмен çĕртен пулнăран шартах сикрĕ хĕр. — Эсĕ киле каятăн-и? Атя пĕрле. Аçупа пĕр çур литр ятăмăр-ха иксĕмĕр.
Хăй умĕнче ашшĕпе пĕрле ĕçлекен Владик тăнине курсан тин лăпланчĕ Вероника. Ӳсĕр çын пакăлтатăвне илтсе сутуçăсем те вĕсем çине пăхкалама пуçларĕç.
— Владик тете, атя-ха магазинтан тухар, çынсенчен аван мар, эс ӳсĕр, — хăйсем çине пăхнăран вăтанса урамалла васкарĕ Вероника.
— Аçуна киле ăсатса хăвартăм-ха, ӳсĕрскерне. Аннӳ ваннăйĕнче тем ĕçлетчĕ, — урама тухсан та Вероникăна вĕçертмерĕ Владик. — Çĕрле пĕччен çӳреме хăрамастăн-и эс, Вероника? Атя ăсатса ярам кăштах.
— Çук, çук, кирлĕ мар, Владик тете. Эп халиччен те пайтах пĕччен çӳренĕ. Хăрама пăрахнă ĕнтĕ эп.
— Ăсатсах яратăп. Другăн хĕрне пĕччен ямăп ĕнтĕ тĕттĕм вырăнпа. Атя утар пĕрле. Эпĕ те кашкăр мар вĕт.
Вероника хирĕçлемерĕ. Çынна шанма вĕреннĕ хĕр чĕри усала та сисмерĕ пулас. Ӳсĕр çын пакăлтатăвне итленĕ-итлемен килнелле утрĕ.
— Тăхта-ха эс, — терĕ Владик кинотеатр хыçне çитсен. — Ăçта хутăм-ха эп укçана, анчах çакăнтаччĕ.
Владик хыпалансах кĕсйисене хыпашлама пуçларĕ. Вероника та ăна курса чарăнса тăчĕ.
— Вероника, пар-ха мана пĕр хĕрĕх тенкĕ, çур литр та пулин илсе ĕçем. Пурччĕ ман укçа, таçта хутăм, тупаймастăп.
Укçа кăларма сумкине уçнă чух çеç Владик хăй çине çутăлакан куçсемпе пăхнине асăрхарĕ Вероника. Кĕçех вăл хĕре икĕ аллинчен ярса тытрĕ, хăй патнелле туртса илчĕ те чуптума хăтланчĕ.
— Владик тете, мĕн тăватăн эс, Владик тете?! — ӳсĕр çынран хăпма тăрăшрĕ Вероника.
— Вероника, эп сана ылтăн ăшне тăвăп, пул ман еркĕн, — хĕре çирĕпрех чăмăртарĕ ӳсĕр арçын.
— Çук, Владик тете, яр мана! Аттене каласа парап! — турткаланчĕ хĕр.
— Аçуна?! Вăл сана çур литр эрехпе сутса яма хатĕр, ха-ха-ха, — усал сывлăш кăларса ахăрчĕ Владик.
— Яр мана, Владик тете, ман киле каймалла, яр тархасшăн.
— Çук, ямастăп, эсĕ пĕрех ман пулăн, — хĕрĕн пальто тӳмисене вĕçертме пуçларĕ арçын.
— Çук, — пĕтĕм вăйне пухса тĕртрĕ арçынна Вероника. — Яр мана!
Эрехпе минренĕ арçын урисем çинче çирĕпех тăраймарĕ. Владик аллисене хĕртен вĕçертрĕ те каялла утасласа чакма пуçларĕ, темĕнрен такăнса çурăм çине кайса ӳкрĕ.
Ӳсĕр çын тыткăнĕнчен хăтăлнă Вероника сумкине çĕртен илсе килĕ еннелле чуптарчĕ. Хыççăн никам та хăваламаннине курсан çеç кăшт лăпланчĕ вăл. «Владик тете, мĕн пулчĕ ăна?» — канăç памарĕ çак шухăш хĕре. Ашшĕн юлташĕ-çке çапах та. Ӳсĕрпе такам та ухмахланма пултарать. Ыран урăлсанах каçару ыйтĕ акă. Владик тетĕшĕ халиччен те кăмăллатчĕ-ха ăна. Ашшĕпе амăшĕнчен вăрттăн шоколадсем те илсе çитеретчĕ.
Вероника çаксене аса илнĕ хыççăн каялла çаврăнса тин çеç тетĕшĕпе тупăшнă çĕрелле чуптарчĕ. Лешĕ мĕнле ӳкнĕ çавăн пекех выртать иккен. Вероника аллипе ун пуçне çĕклерĕ те ăшă çапнине туйрĕ.
— Владик тете, тăр-ха часрах, Владик тете! — хытах кăшкăрчĕ Вероника.
Вăл кăшкăрнине илтсе çынсем пухăнма пуçларĕç. Милици тумĕ тăхăннă çынсем те килсе çитрĕç. Выртакан çынна ятпа чĕннĕрен хĕре киле яма килĕшмерĕç вĕсем: мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе çырса илме милици уйрăмне илсе кайрĕç. Тĕлĕкри пек алă пусрĕ Вероника вĕсем çырнă хут çине. Кун хыççăн киле кайма юрать пулĕ тесе васкасах тумланма пуçларĕ. Çук, ямарĕç ăна киле — пĕр пĕчĕк чӳречеллĕ пӳлĕме хупса хучĕç. Тепĕр кунне Владик тетĕшĕ тăна кĕмесĕрех вилсе кайнине пĕлчĕ Вероника.
— Мĕншĕн каçченех ĕçлерĕн-ха, хĕрĕм, — пĕр каçрах ватăлнă амăшĕ çупăрларĕ ăна çав кунах. — Пĕлетĕн вĕт-ха кĕрхи кун кĕскине, часах тĕттĕмленет. Çынсем те сахал çӳреççĕ-çке урамра. Кам шутланă-ха тата Владик çапла хăтланасса? Пирĕн патран тухма пĕлместчĕ те.
Больницăран Света пырса кайнине те тĕлĕкри пек çеç астăвать Вероника. Лешĕ ăна Владик еркĕнĕ пулма килĕшменшĕн ӳпкелерĕ, упăшкасем вĕсем хĕр чысне упранăшăн пĕрех тав туманни пирки калаçрĕ пулас. Вероникăн тĕрмене ларма тивнишĕн пăшăрханса йĕчĕ.
Ашшĕ те ĕçме пăрахнă иккен хĕрĕ инкеке лекнине пĕлсен. Владикăн тăванĕсем патне кайса хĕрне каçарма ыйтнă. Анчах лешсем яхăнне те яман. Вĕсен шучĕпе Владик ырă чун-чĕреллĕ çын пулнă иккен. Амăшĕ ывăлĕ ватнипе больницăра выртса тухнине те «маннă». Ашшĕпе амăшĕ юлашки укçисене пухса адвокат тытнине те пĕлчĕ Вероника.
— Ырă кун пултăр, эпĕ сирĕн адвокат пулатăп, — сăпайлăн калаçрĕ вăл хĕрпе. — Мана Юрий Владимирович Петров тесе чĕнеççĕ. Сирĕн ята вара эпĕ пĕлетĕп.
Икĕ сехет хушши калаçса ларчĕç вĕсем адвокатпа. Тĕрĕссипе, лешĕ пĕчченех калаçрĕ. Халиччен судра ĕçлекенсемпе куçа-куçăн тăрса курман хĕр вăтаннипе пĕр сăмах та калаймарĕ. Ăна Владик тетĕшĕ çапни-çапманнипе, аякра çынсем пурри-çуккипе интересленчĕ лешĕ. Следователь те ыйтнăччĕ унран кун пирки. Анчах Вероника нимĕн те астумасть. Пулса иртни тĕлĕкри пек çеç туйăнать ăна. Владик тетĕшĕ вилнине те ĕненес килмест. Çавăн пек вăйпитти арçын çурăм çине ӳкнипех вилме пултарать-и вара? Кĕç ашшĕпе амăшĕ килсе ăна киле илсе каяссăн туйăнать.
— Комарова! Комарова, тетĕп, — хытă кăшкăрнипе шартах сикрĕ Вероника. — Миçе хутчен чĕнтĕм, мĕн, хăлху мăкланчĕ-им лара-лара? Сан пата адвокату килнĕ, тух.
Шухăша путнă Вероника милиционер хыççăн ансăр коридорпа аллисене хыçалалла тытса утрĕ. Çапла утма хушнă ăна кунта ĕçлекенсем.
— Вероника, лар, ура çинче тĕрĕслĕх çук теççĕ, — аллинчен çепĕççĕн туртрĕ ăна Юрий Владимирович. — Паян санăн суд. Мĕн те пулин аса илтĕн-и эсĕ?
— Çук, аса илмелли нимĕн те çук манăн.
— Тен, кам сассине те пулин илтрĕн е иртсе пынине асăрхарăн?
— Çук, нимĕн те астумастăп эп. Ан муритлĕр мана, тархасшăн, — куççульне ирĕке ячĕ хĕр. — Мĕншĕн эсир маншăн ытлашши тăрăшатăр? Ман никампа та калаçас килмест. Анчах калăр-ха мана, аттепе анне те пулаççĕ-и судра?
— Пулаççĕ.
— Калăр-ха вĕсене, ан пыччăр вĕсем суда. Манăн анне йĕнине курсан чĕре çурăлать. Ун пĕтĕм ĕмĕчĕ, шанчăкĕ манраччĕ. Шăллăмпа йăмăк пĕчĕкрех. Атте ялан ӳсĕр. Мана тĕрмене лартнине, алла тимĕрпе сăнчăрланине ан куртăр вăл.
— Юрĕ, каласа пăхăп, — лăплантарчĕ ăна адвокат. — Анчах эс нимĕн те аса илменни мана пăшăрхантарать.
Юрий Владимирович тытрĕ хăй сăмахне. Чылай ӳкĕтлеме тиврĕ ун Вероникăн ашшĕпе амăшне. Анчах хĕрĕ хытă тархасласа ыйтнине пĕлсен амăшĕ те ăна ытлашши хумхантарас темерĕ: адвокатран хĕрне хӳтĕлесе хăварма тархасласа ыйтса упăшкине çавăтса килне тухса утрĕ.
Адвокат ĕçе пуçăнать
Кăнтăрла иртни виçĕ сехетсенчех килне таврăнчĕ Юрий. Алăк хушшине хĕстернĕ хут таткине курсан тин хăй паян кăнтăрлахи апата Аля патне пыма шантарнине аса илчĕ. «Юрий, эпĕ сана кĕтсе илеймерĕм те хам сан пата килсе пăхма шутларăм. Эпĕ сана паян каçхине кĕтетĕп. Аçу-аннӳпех пыр. Аля. P.S. Ялтан аттепе анне килчĕç, туй валли эрех-сăра хатĕр терĕç». Юра Аля çырнă хут таткине чăмăртаса карçинккана печĕ. Пулас мăшăрĕ кăнтăрлахи апата кĕтсе илейменни мар, паянхи ĕç лăпланма памарĕ ăна. Ытла та сахал вăхăта пычĕ суд. Свидетельсем çук пирки ыйтса тĕпчемелли те пĕр çын çеç. Нимех те калаймарĕ Вероника хăйне хӳтĕлесе. Судья юлашки сăмах калама хушсан та çăварне шыв сыпнă пек шăпăрт тăчĕ. Суд залĕнчен милици машини çине тухса лартнă чухне çеç Вероника пĕр хушă Юрий çине пăхса тăчĕ. Вĕсенче хăйне хӳтĕлесе хăварайманшăн ӳпкеленине курмарĕ вăл. Вĕсенче — хурлăх, йăлăну, тата… ачашлăх. Халиччен усалпа тĕл пулса курман хĕр хăйне чăннипех те тĕрмене хупма илсе кайнине ĕненсе те пĕтереймерĕ пулас.
«… Айăпланакан Комарова Вероника Петровна паллă мар сăлтавсене пула Иванов Владислав Ивановича тĕксе янă. Лешĕн ĕнсипе чул çине ӳкнине пула пуçне юн кайнă. Çак сăлтава пула вăл вилнĕ. Адвокат ĕçе тĕплĕн тĕрĕслеме тепĕр хут следовательсене ярса пама ыйтнине шута илес мар. Çӳлерех асăннă сăмахсене шута илсе Вероника Комаровăна айăплă тесе шутлас, ăна Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 103-мĕш статйипе айăпласа çичĕ çуллăха ирĕкрен хăтарас…» — халĕ те янăраççĕ судья сăмахĕсем Юрий хăлхинче.
Вероника çине пăхма та именчĕ вăл. Ун куçĕсемпе тĕл пуласран аяккалла пăрăнчĕ пулин те хĕр куçĕсем шыраса тупрĕç ăна. «Манăн шанăç пĕтĕмпех санра», — тенĕ пек туйăнчĕç вĕсем ăна.
— Эсĕ килтех-и-ха? — шухăшран вăратрĕ ăна Саша. — Мĕнле унта сан ĕç?
— Нимĕн çĕнни те. Çичĕ çуллăха хупрĕç ăна.
— Ман эсĕ ку ĕç çинчен. Халĕ тин нимĕн те тăваймастăн.
— Мĕнле хăятăн эс çавăн пек калама, Саша?! — юлташĕн лăпкă сасси пушшех тулхăртса ячĕ Юрие. — Çынна айăпсăр тĕрмене хупрĕç. Эсĕ вара мана лăпланма хушатăн.
— Эпĕ те паян кунĕпех сан ĕç çинчен шухăшлатăп. Хăш вĕçĕнчен ярса илме май пуррине ăнланасшăн. Ан çиллен эсĕ ман çине. Анчах нимĕн те шыраса тупаймарăм. Хăть кино пĕтнĕ вăхăт пулман-çке тата ун чухне.
— Тăхта, мĕн терĕн эсĕ?! — юлашки сăмахсене илтсен вырăн çинче ӳппĕн выртакан Юрий тӳрех сиксе тăчĕ. — Тавтапуç сана, Саша, пысăк тав. Эпĕ вĕçтертĕм, эсĕ ман пӳлĕме питĕр.
Юрий хыпаланса тумланнине Саша нимĕн ăнланмасăр пăхса тăчĕ. Хăйне мĕншĕн тав тунине те ăнланаймарĕ вăл. Юрий алăк хăлăпне тытсан çеç хăй кунта мĕн сăлтавпа килнине аса илчĕ.
— Итле-ха, Юрий, çул çинче Альăна куртăм. Вăл ун ашшĕпе амăшĕ санпа паллашасшăн терĕ, каçхине иксĕмĕре хăй патне пыма чĕнчĕ.
— Эсĕ каçару ыйт вĕсенчен маншăн, Саша. Эпĕ вара вĕçтертĕм. Ыранччен.
Юрий пырса кĕнĕ чухне Комаровсен çемйи килтехчĕ. Вероникăсăр пуçне, паллах. Алăка куçĕсем хĕрелсе ларнă Дарья Дмитриевна пырса уçрĕ. Комаровсен икĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕ ытла та пушă пек туйăнчĕ Юрие. Вăл çак туйăм хăй патне мĕн сăлтавпа килнине те ăнкараймарĕ. Вероникăн шăллĕпе йăмăкĕ ют çынна курсан тӳрех тепĕр пӳлĕмелле утрĕç.
— Иртĕр, Юрий Владимирович, ларăр. Пирĕн хваттер сирĕн пек чаплă çынсене йышăнмаллиех мар та, мĕн пурри ĕнтĕ, каçарăр, — адвокат пальтоне çакнă май калаçрĕ Дарья Дмитриевна.
Кил хуçипе алă тытнă хыççăн Юрий тĕпелти пĕртен-пĕр пушă пукан çине ларчĕ. Шăнкăрт! турĕ сасартăк сĕтел хушшинче. Çав сасса илтсен кил хуçи, Петр Ильич, хыпалансах пуçне сĕтел айне чиксе пуш кĕленчене аяккалла илсе лартрĕ.
— Вероникăшăн куляннипе ĕçрĕм-ха паян. Ман пăрчкан пек хĕре тĕрмене хупма мĕнле алă çĕклерĕç вĕсем.
— Петр Ильич, эп сире тӳрех калатăп: Вероника тĕрмене ларнинче сирĕн айăп пур. Эсир эрех ĕçнĕ вăл çынпа пĕрле. Вероника вара ăна сан юлташу пулнăран шаннă, — ӳсĕр çынна хирĕçлерĕ Юрий.
— Мĕн юлташĕ пултăр вĕсенчен, — калаçăва хутшăнчĕ Вероника амăшĕ, — эрех ĕçнĕ чух юлташлă, инкек пулас пулсан пĕрне те шыраса тупаймастăн вĕсене. Вăл арçын Вероника çине çуллă куçсемпе пăхнине хам та асăрханăччĕ-ха. Анчах асăрхаттарма ĕлкĕреймерĕм ăна. Хĕрĕ те çамрăкрах та, тĕкĕнмĕ терĕм пулас. Кам шутланă вĕсем тĕл пуласса? Вăл каç та ашшĕпе иккĕшĕ тĕпелте ĕçсе ларчĕç.
— Дарья Дмитриевна, калăр-ха мана, миçе сехетре тухса кайрĕ сирĕн патран Иванов? — кил хуçисене харкашса кайма памарĕ Юрий.
— Ун чухне эпĕ япаласем çăваттăм. Вероника патне порошок илсе килме шăнкăравларăм. Каçхи пиллĕк çитейменччĕ.
— Юрать, Дарья Дмитриевна. Эпĕ çавна кăна пĕлесшĕнччĕ. Сире, Петр Ильич, çакна каласшăн, Иванов йĕркесĕр çын пулнине, амăшне хĕненине эсир питĕ лайăх пĕлетĕр. Ĕçе тухманшăн темиçе çĕртен ĕçрен хăтарнă ăна. Сирĕн патра та ун çинчен ыррине каламаççĕ. Вилнĕ çын çинчен усал калаçма хушман та, анчах ку вăл чăнлăх. Ун çинчен характеристика илме тивет ĕçрен.
— Халĕ тин унран мĕн усси? — хирĕçлерĕ Вероника ашшĕ. — Тата мана аван та мар ĕçре, çынсем мĕн калĕç? Хĕре те шел.
— Ăна ирĕке кăларас килсен лайăхмарланма пăрахас пулать, — çирĕппĕн хуравларĕ ăна адвокат. — Ку вара, Дарья Дмитриевна, сире.
Адвокат сĕтел çине типтерлĕ чĕркенĕ хут татки хурсан ун çине Дарья Дмитриевна пĕр самант шикленсе пăхса тăчĕ. Илес-ши, илес мар-ши тенĕ пек пĕрре упăшки çине, тепре Юрий çине пăхрĕ.
— Мĕн вара ку? — аран çăварĕ уçăлчĕ ун.
— Ку, Дарья Дмитриевна, эсир мана панă укçа. Эп сирĕн хĕрĕре тĕрмерен хăтараймарăм, çавăнпа та ĕçлесе илмен укçана илме пултараймастăп, каçарăр. Халлĕхе сывă юлăр.
Уçă сывлăша тухсан та часах лăпланаймарĕ Юрий. Кунсем вăрăмланма пуçланă пулин те каçхи пилĕк сехетрех тĕттĕмленет. Ĕçрен таврăнакан çынсем каялла-малалла кускалаççĕ. Анчах ку тĕп урамсенче çеç. Тĕттĕм тăкăрлăксенче вара унта-кунта çеç çуран утакансене асăрхама пулать.
Юрий «Сеспель» кинотеатр патне çуранах утса çитрĕ. Вероника каçсерен утнă сукмакпа утрĕ вăл. Хĕр мĕне ĕмĕтленсе утнине тавçăрма тăрăшрĕ. Юрий хăй те 26-ра çеç-ха. Çавăнпа та 18 çулхи яш-кĕрĕм мĕн ĕмĕтленме пултарнине ăнланать. Тин çеç пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăкăн пуçĕнче çĕр ĕмĕт тени тӳрре килмерĕ Юрийшĕн. Вăл мĕн пĕчĕкрен адвокат пулма ĕмĕтленнĕ. Ку шухăш ун пуçне телевизорпа кино курнă хыççăн ăнсăртран пырса кĕнĕччĕ. Унта пĕр героя тĕрĕс мар суд туса вунă çуллăха тĕрмене хупнăччĕ. Укçа тивĕçменнипе адвокат та тытайман вăл. Судьяшăн пулсан вара çынна тĕрмене лартса пултăр тесе шухăшланă ун чухне Юра. Анчах хăй суд ĕçĕпе таччăн çыхăнсан судьясене те çынна тĕрмене лартма çăмăл маррине ăнланса илчĕ. Вĕсем закона хирĕçле каяймаççĕ-çке.
Кинотеатр умĕнче яланхи пекех çын хĕвĕшет. Çынсем тин кăна кино курса тухнă пулас, утнăçемĕн пĕр-пĕринпе унти геройсене сӳтсе яваççĕ, алăк умĕнче иккĕленсе тăракансене ку фильма кĕрсе курма сĕнеççĕ. Юрий хăй вăхăтра çитнишĕн савăнса сехечĕ çине пăхса илчĕ: ултă сехет иртни вунпилĕк минут. Тепĕр пĕр вунпилĕк минутран тепĕр сеанс пуçланать. «Новинка» магазин вара ултă сехетре хупать. Вероникăпа Иванов тĕрмешнĕ çĕре çитме шăпах вунă минут кирлĕ. Милиционерсем вĕсем патне çичĕ сехетре çитнĕ.
Юрий хăй тĕрĕс çул тупнăшăн савăнса автобус чарăнакан вырăна васкарĕ. Çунат шăтнăн туйрĕ вăл хăйне. Автобус та хуллен кайнă пек туйăнчĕ ăна. Унăн хăвăртрах килне çитсе ку ĕç пирки пĕччен никам чăрмантарман вырăнта шухăшлас килчĕ. «Кашни минута тĕплĕн тишкермелле, кашни хусканăва шута илмелле», — шухăшне сасăпах вĕçлерĕ вăл.
Аля. Алевтина
Аля паян иртенпех хăйне савăнăçлă туять. Тинех ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çитрĕ ун. Вăл хăй пĕтĕм чунтан савнă, ырăран та ырă çынна качча тухать. Юрий кăшт чĕмсĕртерех, паллах, вăхăтне ытларах ĕçшĕн çунса ирттерет. Анчах арçыншăн ĕç пĕрремĕш вырăнта пулнине ăнланать Аля. Çавăнпа вăл кăна çитменлĕх тесе шутламасть. Юрийĕн ашшĕ-амăшĕпе те паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ вăл. Килĕшрĕç вĕсем Альăна. Юра сăпайлăхĕпе ĕçченлĕхне амăшĕнчен, çирĕп кăмăлĕпе тишкерӳлĕхне ашшĕнчен илнĕ. Владимир Кириллович ыйтусем парса тинке кăларчĕ Альăна. Пурне те пĕлмелле ун, тĕпчемелле. Амăшĕ вара ывăлĕ çинчен ытларах калаçать. Юра ун çине тарăхарах пăхсан çеç чарăнать.
— Атте, Юрăн ашшĕпе амăшĕ хулара ӳснĕ çынсем. Вĕсем ялти йăла-йĕркесене пĕлмеççĕ, çавăнпа та эрехе ытлашши персе ан лартăр. Вĕреннĕ эсир ялта пĕр-пĕрне тав туса кайса ӳкиччен ĕçме. Петровсем вара кил-тĕрĕшĕнче эрех тытмаççĕ, — ăс парать хĕрĕ ашшĕпе амăшне.
Аля килте кĕçĕн ача. Аслисем качча кайса, авланса пĕтнĕ Смирновсен. Кĕçĕннине вĕрентес тесех тăрăшрĕç вĕсем. Аля юридически факультета пĕтернĕ хыççăн пĕр предприятие юрист пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. Шалăвне те сахал мар илет.
— Анне, эсĕ нумай ан калаç. Пĕлетĕп эп сана: ĕçсен сӳпĕлтетме юрататăн. Ытларах ман çинчен калаç Юра амăшĕпе.
Мария Ивановна хĕрĕн кашни сăмахне тимлĕн итлет. Пулас тĕлпулу шиклентерет ăна.
— Ара, хĕрĕм, пирĕн апатне çиме юрать-и хуть вĕсен умĕнче? — шикленерех ыйтать вăл хĕрĕнчен.
— Çийĕр, анчах пĕлсе. Иккĕмĕшне ялти пек кашăкпа ан хаплаттарăр. Ăна вилкăпа çимелле. Ăна вара кашăк пек аялтан мар, çиелтен тытмалла.
Юрий ашшĕ-амăшĕпе çитсе кĕнĕ çĕре Смирновсем сĕтел çине хатĕрленĕччĕ ĕнтĕ. Аля çаплах лăпланса лараймасть. Пурте йĕркеллĕ-ши тенĕ пек йĕри-тавра пăхкалать.
— Ырă каç пултăр сире те, Владимир Кириллович, — çепĕççĕн кĕтсе илчĕ вăл хăнасене. — Ларăр, Софья Даниловна. Юра, салам.
Пулас мăшăрĕ паян ытти чухнехинчен те чипертереххине тӳрех асăрхарĕ Юра. Вăл ватăсем куриччен ăна питçăмартинчен ăшшăн чуптуса илчĕ.
Часах пĕр чĕлхе тупрĕç Смирновсемпе Петровсем. Ватăсем хăйсем сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç, çамрăксен — хăйсен калаçăвĕ. Часах Альăн тăвăр пӳлĕмĕнче сывлăш çитми пулчĕ. Юра чӳрече уçрĕ. Чӳрече каррисем сывлăшпа уçăлса хупăнсан çеç хĕрӳ калаçăва путнăскерсем пӳлĕме Саша кĕрсе тăнине асăрхарĕç. Ун аллинчи чĕрĕ чечек çыххине курсан Юрий пĕр самант аванмарланса илчĕ. Сашăн мар, ун илсе килмеллеччĕ çак чечек çыххине. Вăл вара, Комаровсен ĕçне тĕплĕн тишкерес тесе ырми-канми чупнăскер, чечек çинчен аса та илмен.
— Салам пурне те, — сывлăх сунчĕ Саша Юрий çине ăнланмасăр пăхса. — Ку çак пӳлĕмри пур хĕрарăмсене те.
Юрий юлташĕ хăйне лайăх мар лару-тăрăва лартасшăн пулманнине тӳрех ăнланчĕ. Анчах пӳлĕмрисем ку чечек çыххи Аля валли пулнине пурте туйрĕç.
— Эсĕ килейместĕп темерĕн-и вара? — кăштахран хăюлăх çитерсе ыйтрĕ Саша Юрирен. — Юрать-ха сана курса ĕлкĕртĕм, унсăрăн саншăн каçару ыйтма хатĕрленĕ сăмахсене пӳлĕме кĕнĕ-кĕмен персе яраттăм.
— Ун чухне эпĕ, чăн та, çаплах шутланă. Шухăшсем улшăнчĕç кайран. Юрĕ, ун çинчен кайран пуплĕпĕр.
Хăйне аван мар туйни часах иртмерĕ Юрийĕн. Саша çине вăл пĕрре тарăхрĕ, тепре ун тавçăрулăхĕшĕн хĕпĕртерĕ. Хăйне Аля чунтан савнине пĕлет вăл. Анчах хăй? Килĕштерет-ши ăна вăл? Пĕрремĕш хут тĕл пулсан хирĕçсе те илнĕччĕ иккĕшĕ. Ун чухне юлашки экзамен тытатчĕç вĕсем университета кĕме. Юра, кăшт каярах юлса çитнĕскер, малти вырăна ларма именсе хыçалти ретре илемлех мар хĕр çумне кĕрсе ларчĕ. Аля та автобуса пула кăшт каярах юлса çитнĕ экзамена. Юлташ хĕрĕ çумĕнче хулăн куç харшиллĕ, хура куçлă каччă ларнине курсан вăл тӳрех ăна вырăнтан хăвалама пуçларĕ.
— Ăçта çырса хунă вара ку сирĕн вырăн тесе? — парăнмарĕ Юрий. — Эп маларах килтĕм, эппин, вăл ман вырăн.
Альăн юлташĕ Оля ӳкĕтлесен те тапранмарĕ вăл вырăнтан. Вырăс чĕлхипе сочинени çыртаракансем пырса кĕрсен тин Аля тутине тăсса урăх вырăна куçса ларчĕ. Аля çине тарăхнă Юрий Ольăна та хăй умĕпе ирттерсе ямарĕ. Кайран çак сап-сарă çӳçлĕ, хăмăр куçлă та илемлĕ кĕлеткеллĕ хĕре хăйсен группи йышăнакан аудиторире курсан Юрий пĕр самант тĕлĕнсе тăчĕ те тахçанхи пĕлĕше курнă пек йăл кулса алă тытрĕ. Каччăна вăтанса алă тăсрĕ ун чухне Аля. Юра иртнишĕн хĕртен каçару ыйтрĕ, тусĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. Лешĕ сочиненипе «иккĕ» паллă илнĕ иккен. Ун пĕтĕм шанăçĕ те Альăра пулнă. Юрăна пула вăл сочинение çырайман. Пĕрремĕш хут курнă чухне хирĕçсе паллашнă çынсем кайран ĕмĕрхи туссем пулаççĕ тени тӳрре килчĕ. Сĕтел хушшинче ларакан ашшĕ-амăшĕсем те пĕрне-пĕри хăта-тăхлачă тесе чĕнме пуçларĕç ĕнтĕ.
— Юра, — ачашшăн пырса сĕртĕнчĕ Аля коридорта пирус туртса тăракан савнийĕ çумне, — санăн манпа нимĕн çинчен те калаçмалли çук-и вара?
— Калаçас вăхăтсем умра нумай-ха пирĕн. Пĕр-пĕрне йăлăхтарăпăр та акă, — пирусне сӳнтерме тесе Аля çумĕнчен пăрăнчĕ Юрий.
— Эсĕ мана нихăçан та йăлăхтарас çук, Юра. Ман яланах сана курас килет. Пĕр кун курмасан хама ниçта чикейместĕп. Эс урăххине тупасран шикленетĕп эпĕ.
Юра хĕре нимĕн хуравламасăр хăй çумне чăмăртарĕ. Çĕр çинче ху камшăн та пулин хаклă çын пулнине туйма кăмăллă, паллах. Анчах хăйĕн пирки вăл халлĕхе нимĕн те калама пултараймасть. Аля килĕшет ăна. Унпа калаçас килет ун. Çав вăхăтрах пĕрре ĕçе кӳлĕнет те ун çинчен манса каять. Унпа тĕл пулма калаçса татăлни те манăçа юлать тепĕр чухне. Аля тепре каласан çеç вăл ун çинчен аса илет, лайăхмарланса каçару ыйтать. Альăн пăхăнтарасси çук. Вăл Юрăн темĕнле çитменлĕхне те каçарать, нимĕн пулман пекех пуплеме пуçлать.
— Аля, — чылай хушă сăмах чĕнмесĕр тăма аван мартан калаçрĕ Юрий, — киле таврăнма вăхăт пире. Ыран манăн йывăр кун, çитсе килмеллисем, çырмаллисем нумай.
Аля калаçу вĕçне çитмесĕр вĕçленнĕшĕн пăшăрханчĕ пулин те хăйне лăпкăн тытрĕ. Яланах çапла: хăйĕн туйăмĕсем пирки сăмах пуçарсанах Юра калаçăва урăххи çинелле пăрать е чĕнмесĕр тăрать. Альăн вара Юрăран хăйне юратни çинчен калакан сăмахсене илтес килет. Ултă çул туслă пулчĕç-çке вĕсем. Пĕр-пĕрне тĕрĕслемелĕх вăхăчĕ ытлашшипех пулнă. Юра вара темĕн кĕтет. Юлашки вăхăтра тата час-часах пуçне чиксе шухăша кайса ларакан пулчĕ. Вăл ача чухне те çăмăл характерлă ачах пулманни пирки каланăччĕ-ха амăшĕ. Хăйне чăрмантарсан, тĕрĕс мар айăпласан питĕ кӳренет иккен вăл. Софья Даниловна каласа панине хальхи пекех астăвать Аля.
…Шкултан час-часах чĕрмĕк пит-куçпа таврăнкаланă Юра. Ку хутĕнче ун сăмсинчен юн тухнă пулнă. Владимир Кириллович ывăлне нимĕн ыйтса пĕлмесĕрех хăтăрма пуçланă. Унччен те пулмасть, вĕсем патне шкулта урай çăвакан Таиç чупса килнĕ те Юра ун тăххăрмĕш класра вĕренекен ывăлне хĕнесе пĕтерни çинчен каланă. Ашшĕ ывăлне чĕн пиçиххипех хĕненĕ ун чухне, Юра улттăмĕш класра çеç вĕреннине те шута илмен. Çук, куççулĕ кăларман Юра. Ашшĕ ют хĕрарăм умĕнчех хăйне хĕненине пĕр сасă кăлармасăр чăтнă. Кайран, ашшĕ-амăшĕ çывăрса кайсан, куççульне ирĕке янă. Амăшĕ ывăлĕ хӳхленине илтсе вăранать те тӳрех ун пӳлĕмне васкать. Амăшĕ хăй хутне кĕнине туйса Юра ăна йăлт тĕрĕссине каласа парать. Айăпĕ унра мар, леш Таиçĕн ачинче пулнă иккен. Лешĕ кĕçĕн класра вĕренекен ачасенне час-часах туалетра укçа туртса илкеленĕ. Тепĕр юлташĕпе урисенчен тытса кутăн та силлекеленĕ укçа пама килĕшменнисене. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен шкулне çӳрекен Юра, паллах, çакна лăпкăн пăхса тăрайман: вăл пĕчĕккисен хутне кĕрсе лешсемпе хирĕçсе кайнă. Вĕсенчен пĕри учительсем килесрен хăраса тухса тарнă. Таиçĕн ывăлне вара аванах туянтарса янă. Хăйне те леккеленĕ, паллах. Вăл хăйне тĕрĕс турăм тесе шутланă пулсан, ашшĕ ăна нимĕн ыйтса пĕлмесĕрех хĕненĕ. Çитменнине тата леш ачан амăшĕ умĕнче. Чылайччен ашшĕпе калаçман çакăн хыççăн Юра. Владимир Кириллович ывăлĕнчен каçару ыйтни те Юрăн пăшăрханăвне ирттерсе яман.
— Васкатма кирлĕ мар ăна, — ăшра шухăшларĕ Аля. — Вăл хăй тăвас тенине тăватех. Хамран сивĕтес мар.
Юра общежитие таврăнмарĕ вăл каç, ашшĕ-амăшĕ патне çывăрма юлчĕ. Ун пӳлĕмне авланнă шăллĕпе мăшăрĕ йышăннине пула коридорта раскладушка сарса çывăрчĕ. Тĕлĕкĕнче вара Вероникăна курчĕ. Унăн сенкер куçĕсем куççулĕпе тулнă. Юрăна тем каласшăн тутине уçса хупкалать, анчах илтеймест Юра ун сăмахĕсене. Илтес тесе хĕр умнелле çывхарчĕ — Вероникăн сăнĕ çуталса пырса ун умĕнчен çухалчĕ. «Вероника», — чĕнчĕ вăл ăна шăппăн. Анчах хăй сассипе хăех вăранса кайрĕ. Вăл кăшкăрнипе амăшĕ те пӳлĕмĕн алăкне уçса пăхрĕ.
— Мĕн пулчĕ, ывăлăм? Усал тĕлĕк куртăн-им? — пăшăрханса ыйтрĕ ывăлĕнчен Софья Даниловна.
— Нимех те мар. Çывăр эсĕ, анне.
Çывăрасси пулмарĕ урăх Юрăн. Енчен енне çаврăнкаласа та пăхрĕ вăл, çĕре çити те темиçе хутчен шутларĕ. Килтисене вăратас мар тесе хускалмасăр выртрĕ. Ыранхи кун тумалли ĕçсене ăшĕнче палăртрĕ.
Паллашу
Тĕрме килкартине килсе кĕрсенех Вероника йĕплĕ пралук карнă хӳмесене асăрхарĕ. Милици работникĕсене сыхлăхра тăма вышка та пур кунта. Ăçта килчĕ унта пĕрешкел тум тăхăннă хĕрарăмсем уткаласа çӳреççĕ. Кăнтăр апачĕ тунă хыççăн ĕçе кайма пуçтарăнакансем те пур. Пĕр хутлă йывăç çуртăн алăкĕ уçăла-уçăла хупăнать.
— Мĕн тăратăн тата, ут малалла, — çурăмран пырса тĕртрĕ ăна хĕрарăм милиционер. — Япалусене хывса кунти тума тăхăнмалла пулать сан.
Хăй çине сарлака кĕпе, çăматă тăхăнсан Вероника çӳçенсе илчĕ. Милиционер килсе панă фуфайкăпа çăм тутăра курсан пичĕ тăрăх куççуль тумламĕсем юхнине туйрĕ вăл. Халĕ ĕнтĕ вăл та кунта пурăнакансемпе пĕрпекленчĕ. Миçе çулта пулнине те татса калама хĕн ун пирки. Сарă кăтра çӳçĕ çеç ун кăмăлне çемçетрĕ. Кам ăмсанман-ши ун çӳçне? Шкулта арçын ачасем час-часах пырса тытса пичĕсемпе сĕртĕнетчĕç. Халĕ вĕсене те çăм тутăр айне пытарма тивет.
Казармăри пĕр пек сарса хунă вырăнсене курсан Вероника ача садне аса илчĕ. Унта та вырăнсене пĕр пек çивиттисемпе витетчĕç. Хĕрарăмсем пурăнни тӳрех курăнать: урайĕ тап-таса, япаласем те йĕркеллĕ çакăнса тăраççĕ.
— Ирт малалла, — чĕнчĕç ăна картла вылякан хĕрарăмсем. — Пирĕн пата тахçанах çĕннисене илсе килменччĕ-ха.
— Ну, мĕнле унта, ирĕкре? — хĕре хупăрласа илсе çине-çине ыйту пама пуçларĕç вĕсем. — Мĕнле статья санăн?
— 103-мĕш, — аран-аран илтрĕ хăйĕн сассине Вероника.
Ун сăмахĕсене илтсен ушкăнран пăрăнакансем те пулчĕç. Кĕç хăй тавралла йĕрĕнчĕк кулăпа çиçекен хĕрарăмсем çеç юлнине асăрхарĕ Вероника. Вĕсемшĕн тĕрме тăван кил пулни тӳрех курăнать. Пĕрин пичĕ çинче темиçе çĕвĕк. Ăна кунта пурте Алтай тесе чĕннине, унран пурте хăранине кайран çеç пĕлчĕ Вероника. Халĕ вара хĕре ăшшăн кĕтсе илекенни пĕрремĕш вăл пулчĕ.
— Иртех, хĕрĕм, каласа пар пире йĕркипе, — амăшĕ калаçнă пекех туйăнчĕ Вероникăна. — Пирĕн кунта çапла йĕрке: ирĕкрен килекен малтан хăйпе паллаштарать, кайран эпир хамăрпа паллаштарăпăр. Ну, кама кăнтрăн?
Вероника пĕр самант ним чĕнмесĕр пăхса тăчĕ. Çак ушкăнран аяккалла тарас килчĕ ун. Анчах вĕсем ăна тавралла хупăрласа илнĕ. Вероника çине темĕн кĕтнĕн пăхаççĕ. Ахăртнех, ăна та хăйсем пекех тесе шухăшлаççĕ пулас. Вероника ушкăнран уйрăлнă хĕрарăмсем çине пăхрĕ, вĕсенчен куçĕсемпе пулăшу ыйтрĕ. Анчах лешсем хĕр куçĕпе тĕл пуласран аяккалла пăрăнчĕç, хыпалансах ĕçе кайма пуçтарăнма пуçларĕç.
— Ну, çитет сире канса, ĕçе кайма вăхăт. Тухса строя тăрăр, — çитсе кĕнĕ милиционер сассине илтсен Вероникăн чунĕ лăштах пулчĕ. — Эсĕ вара паянлăха кан, ырантан ĕçе пуçăнатăн.
Вĕсем тухса кайсан Вероника кăтартнă вырăн еннелле утрĕ. Кĕç-вĕç кайса ӳкессĕн туйăнчĕ ăна.
— Итле-ха, мĕн ятлă эсĕ? — илтĕнчĕ сасартăк кĕтесрен.
— Ай, — шартах сикрĕ Вероника, — кам вара кунта?
— Эпĕ ку, Света, ан хăра манран. Кил-ха кунтарах. Хам тăраймастăп эпĕ, пăр çинче шуса ӳксе урана амантрăм.
Йăвашшăн илтĕнчĕç Вероникăна ун сăмахĕсем. Вăл хăрамасăр сасă илтĕннĕ еннелле утрĕ.
— Çын вĕлерекен пек туйăнмастăн эсĕ. Йăнăшпа лекмен-и эс кунта?
— Çук, йăнăшпа мар, Владик тетене вĕлернĕ эпĕ.
— Мĕн пирки вара ун пекех?
— Мана мăшкăл кӳресшĕн пулчĕ вăл, эпĕ вара хама хӳтĕлесе тĕксе ятăм ăна, — калаçас та калаçас килчĕ Вероникăн Светăпа. Хăйне пăшăрхантаракан шухăшсене пĕтĕмпех ирĕке кăларас килчĕ. — Вăл вара больницăна çитсен вилсе кайнă. Мана вара ăна юри вĕлернĕ тесе айăпларĕç. Ман ăна хама мăшкăл кӳртермелле пулнă иккен малтан, кайран тин вĕлермелле пулнă. Хакла ларчĕ мана хĕр чысĕ.
— Эс пурин умĕнче те кун çинчен каласа паманни аван пулчĕ-ха, — хĕре аллинчен тытса калаçрĕ Света. — Кунта нĕшĕклеме юратакансене кун çук. Хăв айваннине кăтартрăн пулсан тамăка куçĕ сан пурнăçу. Эс ирĕкри хăтланăвусене ман. Ăнсăртран вĕлерни пирки кунта никама та ан шарла. Ан тив, алтайсем сана хăйсен тусĕ вырăннех хуччăр.
Чылай çĕннине илтрĕ Вероника Светăран. Шупашкарта çуралса ӳснĕ иккен вăл. Ашшĕпе амăшĕ те ĕçкĕпе иртĕхнĕрен час-часах вокзалсене вăрлама çӳренĕ. Çавăнта ярса илнĕ те ăна милиционерсем. Ăна та малтанах тĕрмене хăнăхма йывăр пулнă (хăнăхма пулать-ши ăна?), патакне те чылай çинĕ алтайсенчен. Вĕсем вырăнне урайне те пайтах çунă. Халĕ аяккалла пăрăнма тăрăшать. Кури куçа курми тăвать.
Калаçуран хăпаймарĕ çапах та Вероника. Алтайпа юлташĕсем ĕçрен килнĕ-килменех ун тавра пухăнчĕç. Света каланине астуса тĕрĕссине пĕлтермерĕ вĕсене хĕр. Çĕрле вара, пурте ыйха путсан, чылайччен çывăрса каяймасăр асапланса выртрĕ, ыттисене вăратас мар тесе шăппăн йĕчĕ.
Уй — куçлă, вăрман — хăлхаллă
Çĕрле чылайччен ларнине пула сехечĕ шăнкăртатнине те илтмен Юрий. Саша килсе алăка шаккасан çеç вăранчĕ. Сĕтел çинче сапаланса выртакан хаçат-журналсемшĕн, кĕнекисемшĕн юлташĕ умĕнче лайăхмарланчĕ. Каçхи апат хыççăн çуман чашăксем те сĕтел çинчех лараççĕ.
— Эсĕ, мĕскер, халĕ те çывăратăн-им? — алăкра майка вĕççĕн çеç тăракан Юрие сывлăх сунчĕ Саша. — Кая юлатăн вĕт капла.
Саша пӳлĕме кĕрсен пĕр хушă ун-кун пăхкаласа тăчĕ. Юлташĕ яка та типтер çӳреме юратнине пĕлет вăл. Тепĕр чухне уншăн ăна кĕвĕçсе те илет. Хĕрсем те çавăн пиркиех ун çинчен куçĕсене илместчĕç.
— Мĕн пулнă сана? Эс ӳсĕр мар пулĕ те? — çапах та ыйтмасăр тӳсеймерĕ вăл.
— Эп эрехпе аташманнине пĕлетĕн вĕт эсĕ. Хутсене пăхкаласа ĕнер чылайччен ларма тиврĕ. Мĕнле тӳнсе кайнине те астумастăп.
— Санăн ĕçе каймалла мар-им паян?
— Çук, эпĕ икĕ эрнелĕх отпуск илнĕ.
Саша Юрăна Аля патĕнче пулнăранпа та тĕл пулайманччĕ-ха. Хăйĕн те ĕçсем пулнăран час-час тухса çӳреме тиврĕ. Юрий пирки никамран ыйтса пĕлме те май килмерĕ ун. Çавăнпа та вăл отпуск илнĕ тени уншăн çĕнĕ хыпар пулчĕ.
— Мĕнле панă сана отпуск? Ĕçсем нумай-çке халĕ?
— Эпĕ те ĕçпех çӳретĕп, Саша.
— Çаплах пăрахаймастăн çав ĕçе? Уйăх ытла иртрĕ ĕнтĕ унтанпа. Урăх ĕçе пуçăнсан ун пирки манан пулĕ тенĕччĕ. Эс вара çаплах çавăн пиркиех.
— Ун çинчен халĕ нимĕн те ан ыйт. Мĕн пулса пĕтессе хам та пĕлейместĕп. Çакна анчах калатăп: апелляци çырса парса ĕçе çĕнĕрен пуçарма май пур.
— Мĕнех, ăнăçу сунатăп сана.
Саша тухса кайнă хыççăн пӳлĕмне тирпейлерĕ Юра. Çăвăнса тасалсан ĕнерхи хаçат-журналсене уçса пăхма пуçларĕ. Вуланă май ирхи апат турĕ. Ачаранпах йăлана кĕнĕ йĕркине пăрахаймарĕ. Кĕнеке вуламан кун та пулман пулĕ ун. Пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытса ларатчĕ. Ытларах криминаллă повеçсем пичетленекен журналсене вулама юрататчĕ. Интересли пулсан — вуласа пĕтермесĕр те чарăнаймастчĕ. Апат çинĕ чухне кĕнеке вуланăшăн ашшĕ темиçе хутчен те хĕтĕртнĕччĕ-ха ăна. Анчах хăнăхнă йăлана пăрахăçа кăлараймарĕ Юра. Ашшĕнчен вăрттăн та пулин çинĕ чухне вулатчĕ. Пĕррехинче тата шăллĕ унран, тăрăхласа кулас шутпа, чашăка яшка вырăнне тăварлă шыв ярса панăччĕ. Куçĕсемпе кĕнекене тĕлленĕскер, кача тăвар шыва пĕр мăн кашăках сыпнăччĕ Юрий. Самаях лекнĕччĕ шăллĕне унран.
Чашăкри яшкана пăхмасăр сыпакан Юрийĕн аллисем хытă япалана перĕннĕ хыççăн чăнкăр-р! тунă сасă илтĕнсе кайрĕ. Вăл умри хаçатне аяккалла сирсе сас пулнă еннелле пăхрĕ. Чи малтанах çĕрте выртакан кантăк ванчăкĕсене асăрхарĕç ун куçĕсем. Вĕсем хушшинче вара… Альăн сăнӳкерчĕкĕ. Пĕрле ӳкерттернĕччĕ вĕсем ăна. Тин çеç юрист дипломне алла илнĕ Аля Юра çине нимĕн пулман пек йăл-йăл кулкаласа пăхать. Кăтра çӳçĕ хĕрĕн сăн-пичĕпе килĕшӳллĕ. Рамкине те пасарта пĕрле туяннăччĕ. Аля ăна тавралла илемлĕ эрешсемпе эрешленĕ, асăнмалăх тесе çырнă аяла.
Пĕр хушă Альăн сăнӳкерчĕкне алăра тытса тăнă хыççăн Юра хыпалансах урайĕнчи ванчăксене шăпăрпа шăлса пуçтарса çӳп-çап карçинккине кайса печĕ. Унтан сăнӳкерчĕке çӳлĕкри пĕр кĕнеке хушшине чиксе хучĕ те сĕтел хушшине хаçат вулама кĕрсе ларчĕ.
Палăртнă вăхăтрах çитрĕ Юрий Владимирович студентсен общежитине. Ĕнер те пулнăччĕ вăл кунта. Анчах темиçе пӳлĕм алăкне шаккасан та сас паракан пулмарĕ. Аптăранă енне вăл вахтăра ларакан пĕр ватăрах хĕрарăмпа калаçса пăхма шутларĕ. Паллашма хăй пĕрремĕш хут общежитие килсенех паллашнăччĕ-ха Юрий. Петров камне, ăçта ĕçленине пĕлсен çеç Ульяна Тимофеевна ăна общежитие кĕме ирĕк пачĕ. Унччен яхăнне те ямасть, ура тапса каялла хăвалать адвоката.
— Ульяна Тимофеевна, — шăппăн пырса сăмах хушрĕ вăл ăна. — Ман сирĕнпе вăрттăн калаçса илмелли пур та.
— Милицие пулăшма пултарап пулсан савăнсах пулăшăп. Хамăр та час-часах чĕнсе илетпĕр вĕсене. Мĕн ыйту пурччĕ?
— Мĕнрен пуçламаллине те пĕлместĕп. Кĕскен çапах та ăнлантарма тăрăшăп. Следовательсем тĕплĕн тишкерменнине кура пĕр çамрăк хĕрачан айăпсăр тĕрмене ларма тиврĕ. Свидетельсем çукки вараларĕ ун чысне. Çав хĕрача айăпсăррине çирĕплетме свидетельсем кирлĕ мана. Кинотеатр хыçĕнче пулса иртнĕ вĕсен хирĕçӳ. Театрта пулнă хыççăн ку ĕç шăп пĕр сеанспа тепĕр сеанс хушшинче пулса иртнине пĕлтĕм. Студентсем час-часах киносене çӳреççĕ. Тен, сирĕн общежитинче пурăнакансем те пулнă унта?
— Нимĕн калама та пĕлместĕп, — терĕ Ульяна Тимофеевна кăшт чĕнмесĕр тăнă хыççăн. — Киноне çӳреççĕ-ха вĕсем. Ытларах хăш пӳлĕмрисем çӳренине те пĕлетĕп. Анчах эп мĕнпе пулăшма пултарăп-ши?
— Сирĕн график пур, пăхăр-ха тархасшăн, октябрĕн 30-мĕшĕнче кам пулнă вахтăра.
— Октябрĕн 30-мĕшĕ, — шырама пуçларĕ вахтер. — Мĕн кун пулнăччĕ-ха вăл. А-а, кĕçнерникун. Эп пулнă дежурствăра. Ват çын ăсĕ вăл — астумастăп та халь ун чухне кам миçере килнине.
— Ку çиччĕмĕш общежити, Ульяна Тимофеевна. Ниçта та ĕç ăнмарĕ ман. Тархасшăн, аса илме тăрăшăр. Мĕнле те пулин пулăмпа çыхăнман-и çак кун сирĕн?
— Нимĕн те астумастăп. Тен, хĕрсем хăйсем калĕç. Вăтăр иккĕмĕш пӳлĕмре пурăнакан Лена пĕр кино та сиктермест пулас. Кашни кунах тĕл пулаççĕ каччипе. Тен, вăл пулăшĕ.
Чылай кĕтме тиврĕ Ленăна. Савнийĕпе иккĕшĕ килсе кĕчĕç вĕсем общежитие. Хăйне милиционер кĕтсе ларнине пĕлсен Лена хăраса кайрĕ. Юнашар тăракан каччийĕ çине пăхса илчĕ. Лена хăй пирки аван мар шухăшланине тӳрех ăнланчĕ пулас лешĕ: çине тăрсах тӳрре тухма пуçларĕ.
— Çук ĕçĕ пачах та сирĕнте мар, — савнисем хирĕçсе каясран пырса сăмах хушрĕ Юрий. — Кунта сăмах пачах та эсир палламан çын çинчен пырать.
Ленăпа савнийĕ лăштах сывласа янă пек туйăнчĕ Юрие.
— Атьăр ларсах калаçар, — çамрăксене тенкел çине ларма чĕнчĕ вăл. — Ульяна Тимофеевна каланă тăрăх, эсир час-часах «Çеçпĕле» кинона çӳретĕр. Хăш çулпа таврăнатăр эсир общежитие?
— Вăхăт пур чухне уçăлса çӳрекелетпĕр. Тепĕр чухне тӳртен те килетпĕр, — Юрăпа алă тытнă хыççăн хуравларĕ Ленăн савнийĕ, Петя. — Хăш кун интереслентерет сире?
— Октябрĕн 30-мĕшĕ, кĕçнерникун.
— Эрнекун пирĕн йывăр занятисем, çавăнпа эпир тӳртен килме те пултарнă. Астумастăн-и эсĕ, Лена?
Лена тем аса илнĕн куçĕсене хĕссе илчĕ. Унтан Петя çине куçне чарса пăхса илчĕ те темĕн калама хатĕрленсе çăварне уçрĕ. Анчах калас тенине каламарĕ.
— Мĕнле кино пынă ун чухне театрта? — ыйтрĕ хĕр адвокат çине пăхса.
— «Воры в законе», — хĕр тем пĕлнине адвокат чĕрипе туйрĕ Юрий.
— Курнă эпир вăл кинона, — хаваспах хуравларĕ Петя. — Занятисем хыççăн кайнăччĕ те.
— Калăр-ха, хăш çулпа таврăннине астумастăр-и?
— Тӳртен, — хăвăрттăн каларĕ Лена. — Урăх тата ыйтусем пур-и сирĕн?
— Пур, — çирĕппĕн каларĕ Юра та. — Каçхи ултă сехет хыççăн кинотеатртан тухсан çул çинче никама та асăрхамарăр-и эсир?
Петьăпа Лена пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Юра та вĕсем иккĕшĕ те темĕн пытарнине туйрĕ.
— Çук, курман, — харăс хуравларĕç савнисем.
— Эп пĕлетĕп, эсир темрен хăратăр. Анчах куншăн сире нимĕн те пулмасть. Санран кĕçĕн хĕр, Лена, тĕрмере айăпсăр ларать. Тӳрĕ çулпа килнĕ пулсан эсир вĕсене курмасăр иртсе кайма пултарайман.
Ленăпа Петя каллех пĕр-пĕрне куçран пăхса илчĕç.
— Нивушлĕ тепĕр çын шăпи, çамрăк çын шăпи, сире пачах та хумхантармасть?
— Уншăн мар-ха, — сăмах хушрĕ шухăша кайса тăнă хыççăн Петя. — Куртăмăр эпир вĕсене.
— Куртăр?! — хăйне кирлĕ хурава илтнĕ хыççăн пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса ыйтрĕ Юра. — Эппин, эсир вĕсене курнă?!
Адвокат хăтланкаларăшĕсене ăнланмасăр сăнаса тăракан хĕрпе каччă шăпланса тăчĕç.
— Пĕлетĕр-и эп сире мĕн чухлĕ шыранине?! Çĕр çывăраймарăм уйăх хушши. Калăр йĕркипех мана. Час ручкăпа хут кăларам.
Пĕр сăмах сиктермесĕр çырса илчĕ Юрий Владимирович вĕсем каланине. Петьăпа Лена вĕсем хирĕçнине курнă анчах мар, Вероника Владик тете тесе йăлăннă сăмахсене те йăлт илтнĕ. Хĕр ӳкнĕ арçын патне каялла таврăннине те курса тăнă вĕсем. Милици работникĕсем килсен çеç общежити еннелле утнă. Петя темиçе хутчен те кайма пуçтарăннă милици уйрăмне, хăй мĕн курнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама шутланă. Анчах вăрçнăшăн пĕрре судпа айăпланнă савнине ĕненмесрен, хăйнех айăпласран шикленсе Лена ăна кашнинчех тархасланă, ӳкĕтленĕ. «Петя, кам ĕненĕ сана? Условнăй çинче вĕт-ха эс? Хăвна айăплĕç. Сан вара институт пĕтермелле. Эс вăл хĕрачана палламастăн та вĕт. Тата милицисем хăйсем те вĕçне-хĕрне тупĕç. Эс хăв çинчен шухăшла», — куççулĕпех йĕнĕ Лена. Петя савнине ĕненнĕ, хăйне шанмасăр тытса хупасран шикленнĕ.
— Халĕ ĕнтĕ аллăрсене пусăр, — çырса пĕтернĕ хыççăн хутне сĕтел çине хучĕ Юрий Владимирович. — Судра та хăвăр курнине йăлт тĕрĕссине каламалла пулать.
Суд тенине илтсен Лена алла илнĕ ручкине каялла хучĕ.
— Çук, пымастпăр эпир суда.
— Лена, ун пек каялла-малалла ан выля. Тата айăпсăр çын тĕрмере ларни пирки шухăшла.
Савнин çирĕп сăмахĕсене илтсен Лена та адвокат çырнă хута вуласа тухса алă пусрĕ.
— Тавтапуç сире, питĕ пысăк тав. Эсир хăвăр мĕнле ырă çынсем пулнине те пĕлместĕр.
Хĕрпе каччăна ыталаса чуптума хатĕр Юра общежитинчен чупнă пекех милици уйрăмнелле çул тытрĕ.
Иккĕмĕш пайĕ
Ĕмĕтсем пурнăçа кĕме пуçлаççĕ
Иван Данилович Смирнов ирхи планерка хыççăн ниепле те лăпланаймасть. Чĕре эмелне те ĕçсе пăхрĕ вăл. Хулара преступлени тăвакансен йышĕ ӳссе пыни хытах пăшăрхантарать ăна. Сăлтавне, паллах, чылай тупма пулать. Анчах милици работникĕсем те ĕçе начарлатнине туять вăл. Кадрсем те начар. Çын çитменнине пула вĕсем хушшине таса мар чунлă çынсем те леккеленĕ. Иван Данилович подполковник вара шăпах кадрсемпе ĕçлет. Хытах ятларĕ ăна паян уйрăм пуçлăхĕ. Ĕçе иличчен кашни çынна тĕплĕн тишкерме ыйтрĕ. Вăтăр çул хушшинче сахал мар преступнике тĕрмене хуптарнă вăл. Çĕрле те канăç пулман ун. Халĕ вара пĕрле ĕçлекен çынсемпе кĕрешме сĕнеççĕ ăна.
— Кĕрĕр, кĕрĕр, — алăк шаккани шухăш ытамĕнчен хăтарчĕ Йван Даниловича.
Пӳлĕме яштака çамрăк кĕрсе тăрсан подполковник икĕ аллине тăсса ун патнелле утрĕ.
— Акă кам пек çынсем кирлĕ пирĕн ĕçре. Чун-чĕрипе тимлекен çынсем, — килсе кĕнĕ çынна ыталасах сывлăх сунчĕ Иван Данилович.
Юрий çак кăвак çӳçлĕ çынна пĕрре курсанах хисеплеме пуçланăччĕ. Университета эрнере икĕ хутчен лекци вулама çӳретчĕ вăл. Милици работникĕн мĕнле çын пулмалли пирки ăнлантаратчĕ. Çырма мансах итлетчĕ ăна Юрий, кашни сăмаха ăшне хыватчĕ.
— Ну, мĕнле чуптаран, каласа пар. Илтрĕм-ха, университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ терĕç сана. Авланмарăн-и-ха?
Юра кĕскен хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, хирĕç ыйтусем парса подполковник сывлăхĕпе интересленчĕ.
— Тепĕр икĕ çултан пенсие тухатăп, Юрий. Начар ĕçлекен пултăн теççĕ мана. Çамрăксене çул памалла. Анчах ман сывлăх çинчен пĕлме килмен эсĕ кунта, çапла-и? Ну, пуçла сăмахна.
Юрий дипломатри хутсене кăларса Иван Данилович сĕтелĕ çине хучĕ. Лешĕ вулама пуçласан ăна чăрмантарас мар тесе аяккалла куçса ларчĕ.
— Мĕнех, тĕрĕс тăватăн эсĕ, — вуласа пĕтерсе папкине хупрĕ Иван Данилович. — Апелляцине те тĕрĕс йĕркеленĕ. Хам енчен мĕнпе пулăшма пултаратăп эп сана?
— Ĕçе тĕплĕн тишкерекен следователе пама май килсен питĕ аван пулмалла та, — Иван Данилович сĕннĕ чейе ĕçнĕ май калаçрĕ Юрий.
— Кунпа пулăшма пултаратăп. Вăхăчĕ чылай иртнĕ паллах унтанпа. Вырăнта халĕ тин нимĕн те тупаймастăн. Свидетельсемпе çеç ĕçлеме тивет.
Иван Данилович калаçнăçемĕн телефонпа шăнкăравларĕ, следстви уйрăмĕнче ĕçлекен Васильева хăй патне хăпарма ыйтрĕ.
— Вăт куратăн-и, Юрий, пирĕн ĕçре тимлĕх çитменни мĕнле инкек патне илсе çитерме пултарать? Следовательсем малтанах лайăх тишкернĕ пулсан, свидетельсене шыраса тупнă пулсан хĕр тĕрмене лекмен те пулĕччĕ. Çын шăпи никама та хумхантармасть. Кашни преступленин хуçи пултăр. Чăн-чăн хуçи-и вăл е айăпсăр айăпланакан — ку сахал интереслентерет пулас пире. Чее çынсем вара ответлăхран пăрăнма мелсем тупаççĕ. Çавăнпа чакмасть те пирĕн преступлени тăвасси.
Юрий ватă подполковника хирĕç чĕнмесĕрех итлесе ларчĕ. Иван Даниловичăн кăмăлĕ пусăрăнчăккине килсе кĕнĕ-кĕменех сисрĕ вăл. Кун пек чухне çынна калаçма ирĕк памалла. Ăшра мĕн пуррине ирĕке кăларсан çеç ăна çăмăлрах пулĕ.
— Ирĕк паратăр, подполковник юлташ? — пӳлĕме кĕрсе тăчĕ вăтам çулсенчи арçын.
— Тархасшăн, Васильев, иртсе лар. Калаçу вăрăма пырĕ.
Икĕ сехет хушши калаçрĕç виçĕ арçын. Килсе чăрмантаракансем ан пулччăр тесе пӳлĕм алăкне те питĕрчĕç.
— Ĕçе çĕнĕрен пуçарма эпĕ сăлтавĕсем çителĕклех пулĕ тетĕп. Çавăнпа та эсĕ, Васильев, ыранах ĕçе пуçăн. Мĕнрен пуçламаллине сана вĕрентме кирлĕ мар. Эпĕ вара заявленисем çине начальника алă пустарăп, ĕçе пуçăнма унран ирĕк илĕп. Ну, ăнăçу сире иксĕре те, — ăшшăн сывпуллашрĕ юлашкинчен подполковник.
Иван Даниловичпа калаçнă хыççăн кăмăлĕ уçăлнă Юрий общежитие таврăниччен çула май ĕçе кĕрсе тухма шутларĕ. Икĕ эрне яхăн пулман вăл кунта. Ĕçри çĕнĕлĕхсем те интереслентерчĕç ăна.
— Ой, аранах çитрĕн, — кĕтсе илчĕ ăна халăх сучĕн председателĕ. — Çынсем сана шыраса кунта килеççĕ, килте те пулнă. Эсĕ вара йĕп пек çухалнă. Пĕр илемлĕ хĕр те çичĕ-сакăр хутчен кĕрсе тухрĕ. Хут татки те çырса хăварнăччĕ. Секретарьсем патне кĕрсе ил.
— Комаровăн ĕçĕпе çӳрерĕм эп, Сидор Петрович, — тӳрре тухма тăрăшрĕ адвокат.
— Манах айăплатăн. Анчах мĕнпе çирĕплетме пултаран вăл айăплă маррине?
— Çапах та ĕçе каялла тавăрса пама пултарнă эсир, Сидор Петрович. Ун чухне эпĕ çапла тӳлевсĕр отпуск илсе чупман пулăттăм ку ĕçшĕн. Комарова вара айăплă мар.
— Мĕн тупрăн вара икĕ эрне хушшинче?
— Свидетельсем тупрăм.
— Питĕ аван. Мана хама та вăл хĕрачана шел. Çĕнĕрен ĕçе пуçарма май килтернишĕн маттур эсĕ, адвокат.
Сидор Петрович пӳлĕмне кĕрсе кайсан тин Юрий секретарьсем патĕнче хăйне çыру кĕтнине аса илчĕ. «Юрий, — вуларĕ вăл Аля çырăвне. — Ăçта çухалса пурăнатăн эсĕ? Эпир Сашăпа темиçе хутчен те пытăмăр сан пата. Сашăпа кинора пултăмăр. Юра, паян кĕтетĕп эп сана. Аля. 12.01». Çырăва вуласа тухсан Юра сехечĕ çине пăхса илчĕ. Савнийĕ çырăва хăварнăранпа виçĕ кун иртнĕ. Юра хăйне ун умĕнче аван мар туйрĕ. Унтан васкасах телефонпа шăнкăравлама пӳлĕмне утрĕ.
Саша
Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн икĕ çул ĕçлет пулин те ăна пурте кунта Саша тесе чĕнеççĕ. Малтанах ку хăйне хисеплеменнине пĕлтерет пулĕ тенĕччĕ Александр Николаевич. Хăшĕсем çине ăшĕнче кӳренетчĕ те. Анчах пурăна киле тĕтре пекех сирĕлчĕç çак шухăшсем. Хăйне тиркенине асăрхамарĕ вăл. Çамрăкраххисем те Саша тесе чĕнни ăна пурăна киле килĕшекен те пулчĕ. Ара, хăвна тата çамрăкрах туятăн-çке кун пек чухне.
Хăйпе тантăш ачасенчен пĕчĕкрех те имшертерех пулнăшăн пăшăрханасси вара Сашăн паянхи кун та сыхланса юлнă. Халĕ те вăл ĕç пĕтернĕ хыççăн киле кайма пуçтарăнса куçкĕски умĕнче хăйĕн çине пăхкаларĕ. Амăшĕ çыхса панă çырă свитер те ун çинче лăпăшка тăнă пек, лапчăкрах сăмси сăн-пит илемне пăснăн туйăнать. Сашăна хăй çинче килĕшекен пĕртен-пĕр япала вăл — куçĕсем. Хура çӳçлĕ те симĕс куçлă çынсене халăхра та хитре теççĕ. Сашăн куçĕсем те çын ăшне кĕрсе чĕре патне çитнĕнех туйăнаççĕ. Çӳçне вăл айккинелле тураса якатать.
— Саша, — çитсе кĕчĕ ун пӳлĕмне секретарьсенчен пĕри, — эсĕ халĕ те кайман-и-ха? Эпĕ питĕретĕп вĕт çурта.
— Кĕçех каятăп, Верочка. Çак хутсене пуçтарса хурап та, — куçкĕски умĕнче çаврăннăшăн Саша хĕр умĕнче хăйне аван мар туйса хыпалансах сĕтел çинчи хутсене пуçтарчĕ.
Общежитие çитнĕ çĕре тавралăх тĕттĕмлене те пуçларĕ. Çамрăксен ушкăнĕ çурт умне пухăнма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Саша вĕсене сывлăх сунса пиллĕкмĕш хута вĕçнĕ пек улăхрĕ.
— Эс ирех килнĕ-çке паян, ырă каç пултăр, — пĕрле пурăнакан Женьăна сывлăх сунчĕ вăл кĕнĕ-кĕмен.
— Пирĕн цеха тӳлевсĕр отпуска ячĕç. Пĕр уйăх килте лармалла пулать, — кăмăлсăррăн хуравларĕ лешĕ. — Каллех яла аттепе анне патне кайма тивет ĕнтĕ.
— Эс анчах мар-çке, чылайăшĕ халь çапла лару-тăрура. Юрать-ха эсĕ пĕччен, çемьеллисен мĕнле пурăнмалла? Çавăнпа преступлени чакмасть те пирĕн. Эпир вара вĕсене хӳтĕлесе хăварма та пултараймастпăр. Ĕçсĕр юлнă çынна вăрлама ирĕк паракан закон çук, — хывăннă май калаçрĕ Саша.
— Юрĕ, вăл-ку пырĕ-ха. Итле-ха, Женя, ман тĕлпулăва каймалла паян. Тен, таврăнмăп та кĕçĕр. Мана Юра шырас пулсан ан кала ăна эп ăçта кайнине, юрĕ-и?
— Маншăн пулсан çавах, — кĕнеки çинчен куçне илмерĕ лешĕ.
Вăл пынă çĕре Аля общежити умне тухса тăнăччĕ те ĕнтĕ. Шурă кĕрĕкпе шурă çĕлĕк тăхăннăскерне юр çийĕн уйăрса илме те хĕн.
— Чылай кĕтетĕн-и? Каçар, ĕçрен час пушанаймарăм, — хĕре питçăмартинчен чуптурĕ Саша.
— Эсĕ те Юра пекех тĕлпулу çинчен маннă пулĕ тенĕччĕ.
— Манма терĕн-ха. Эп кунĕпех ун çинчен шухăшларăм, Аля.
Аля чĕнмерĕ. Çак каччă хăйне килĕштернине сисет вăл. Тĕл пулмассерен унран ĕçĕ çинчен, сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлет. Сехетшерĕн чĕнмесĕр итлеме хатĕр вăл ăна. Юра вара халиччен те ун ĕçĕпе интересленмен.
Кино курса тухнă хыççăн Аля Сашăна çепĕççĕн хулĕнчен тытрĕ. Аякран пăхсан савнисем теме те пулать вĕсене.
— Итле-ха, Аля, мĕн шутлатăн эс кинори çемье пирки? Упăшки мăшăрне кашни кунах хĕнет. Арăмĕ вара хирĕç тăрас вырăнне чăтса пурăнать? — шăплăха татрĕ Саша.
— Юратсан — чăтатăн, — шăппăн хуравларĕ Аля.
— Çук, кăна юрату тееймĕн. Ухмахла пурнăç ку. Никам та çĕр çинче икĕ хутчен пурăнмасть. Кашни çыннăн кăшт та пулин мăнкăмăллăх пулмалла.
— Юрататăн пулсан мăнкăмăлланни кирлех-ши, Саша? Юратнă çын кӳрентерсен те эпĕ ăна каçарнă пулăттăм. Унпа кăна пĕрле пуласчĕ.
— Тĕрĕс мар шухăш ку сан, Аля. Ялан каçарни вăл пачах та эс ырă çын пулнине пĕлтермест. Ку вăл эс хăвна хăв хисеплеменни, тепĕр çын куç умĕнче мунчалана тухни. Мăнкăмăллăх тесе вара эп урăххисем умĕнче пуçа каçăртнине каламастăп. Хăвна çын умĕнче, хăв умăнта ан ӳкер. Çавăн чухне кăна сана хисеплеме пуçлĕç. Тĕрĕс мар-и çакă?
— Тен, тĕрĕс те калатăн эс. Анчах кам татса калама пултарать-ши мĕнле тусан тĕрĕссине. Тепĕр чухне хăш лару-тăрура хамăра мĕнле тытассине те пĕлместпĕр эпир. Каланă сăмаха та манатпăр.
— Эсĕ Юра пирки-и? — хĕре чарса куçран пăхрĕ Саша. — Ун паян ĕç нумай, çавăнпа тĕл пулаймарĕ вăл санпа.
— Ун кашни кунах ĕç нумай. Ан хӳтĕле ăна урăх, Саша. Эпĕ ăна кирлĕ çынах пулманнине, вăл мана юратманнине ăнлантăм. Юратнă пулсан туй пулас умĕн эрнешер хăйĕн çинчен пĕлтермесĕр пурăнман пулĕччĕ. Юлташ çеç эп уншăн, чĕре савнийĕ мар.
Саша хĕр сăмахĕсем çине хурав тупаймарĕ. Юра хĕре чăн-чăн юратупа юратманнине пĕлет вăл. Час-часах калаçса ларнă чухне те кун пирки ыйтсан сăмаха аяккалла пăратчĕ. Саша аса илтерсен çеç тĕл пулма калаçса татăлни пирки аса илетчĕ. Саша вара куншăн хĕпĕртетчĕ. Альăна пĕрре курсанах килĕштернĕччĕ вăл. Университета кĕме экзаменсем панă чухне общежитинче юнашар пӳлĕмсенче пурăнчĕç вĕсем. Тепĕр чухне пĕрле те хатĕрленкелерĕç. Анчах пĕр районта çуралса ӳснĕ Аля чĕри ун юлташне, Юрăна, суйласа илчĕ, кану кунĕсене автобуспа пĕрле таврăннă чухне те мĕнпур калаçăвĕ Юра çинченччĕ. Альăпа Юра пĕрлешме кăмăл туни уншăн кĕтмен хыпар пулчĕ. Альăна Юра ăна юратманни çинчен каласа та парас килетчĕ, анчах юлташĕ умĕнче лайăхмарланчĕ. Халĕ вара вĕсен туслăхĕ арканнине курсан каччă чĕринче шанчăк çĕнĕрен çуралчĕ.
— Мĕншĕн чĕнместĕн, Саша? — аякран тĕкрĕ Аля каччăна. — Э мĕн суймаллине пĕлместĕн-и?
— Хăвăр хушăри çыхăнусене хăвăрах татса паратăр пулĕ тетĕп, — нимĕн калама аптăранăран персе ячĕ Саша.
— Мăнкăмăллăх кирлĕ тетĕн эсĕ. Анне: «Арçын юратсан хĕрарăм юратни кирлех те мар», — тетчĕ. Эпĕ кăна хирĕçлеттĕм. Эпĕ вара хам çеç юратрăм пулас. Хам юратăва никамран та пытармарăм. Группăра пурте эпир пĕр-пĕрне юратнине пĕлетчĕç. Пирĕн вара юратăва пытармаллаччĕ пулас çынсенчен, унсăрăн вăл çапла хăвăрт саланман пулĕччĕ. Юратма пĕлмерĕм эп, Саша, — Аля куççульне пытарас тесе питне Сашăран аяккалла пăрчĕ. — Хам ун хыççăн чупнă пек пулса тухрĕ. Эсир вара, арçынсем, чăнах та, мăнкăмăллисене килĕштеретĕр пулас.
— Кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсем каласа сана пăшăрхантарнăшăн каçар мана, Аля, — хĕре лăплантарас тесе хăй çумнелле пăчăртарĕ Саша.
— Эс айăплă мар. Атте-аннене мĕнле калас кун пирки. Вĕсем ĕнтĕ туя тахçанах хатĕр.
Саша хăй çумнелле тĕршĕнекен хĕре ачашшăн питçăмартинчен, унтан куçĕсенчен, тутинчен чуптума пуçларĕ.
— Аля, эпир çамрăк. Малтанхи юрату ăнманшăнах хуçăлса ан ӳк. Аннӳ тĕрĕсех каланă сана, чи кирли пурнăçра — арçын юратни, — чуптунăçемĕн пăшăлтатрĕ Саша. — Лайăх арçынна кирек мĕнле хĕрарăм та юратма пуçлĕ пурăна киле. Эпĕ пур сан, Аля. Эп, паллах, Юра пек яштака та илемлĕ каччă мар. Анчах пĕчĕк çын чĕри те хĕрӳ юратма пĕлет, Алечка.
Каччăн юлашки сăмахĕсене илтсен карт туртăнчĕ Аля. Пĕр самант Саша çине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ, унтан общежити еннелле хăвăрттăн утса кайрĕ.
— Аля, Аля, çиллентĕн-им? — хĕр хыççăн чупрĕ каччă. — Эп тĕрĕсне каларăм. Юрататăп эп сана, Аля.
— Юрату çинчен калаçас килмест халĕ ман, Саша. Тата эсĕ кая юлтăн. Эпĕ ĕçрен тухма заявлени çырса панă. Яла аттепе анне патне таврăнатăп. Районта та ĕç вырăнĕсем пур.
Сăмси умĕнче шартлатса хупăннă алăка уçса хĕр хыççăн чупма та шухăшланăччĕ Саша. Анчах паянхи кун Альăн калаçма кăмăлĕ пулас çуккине ăнланса илчĕ те тăснă аллине каялла туртрĕ. Хĕр пусма тăрăх чупса хăпарнине чӳречерен асăрхарĕ вăл. Кĕçех Альăн пӳлĕмĕнче те çутă ялкăшма пуçларĕ. Хĕр хывăнмасăрах чӳрече каррисене хупнине те сăнасах тăчĕ Саша. Унтан пĕр хушă шухăша кайса тăчĕ те аллисене сулса пӳрнисемпе шаклаттарчĕ, кулса илсе общежитийĕ еннелле чуптарчĕ.
Виççĕмĕш пайĕ
Кĕтнĕ самант çитетех
Çанталăк çуркунне еннелле сулăннине пула Вероника пичĕ çине ирех чӳречерен çутă ӳкет. Вăранса тумланнă çĕре тавралла çап-çутă. Виçĕ уйăх енне ĕнтĕ вăл тĕрмере. Анчах çамрăк хĕре унтанпа виçĕ уйăх мар, виçĕ çул иртнĕ пек туйăнать. Уйрăмах малтанхи эрнесенче йывăрччĕ ăна. Пуçра çĕрĕн-кунĕн кил шухăшĕ. Çитменнине тата алтайсенчен канăç çук. Вĕсенчен тарса çӳреме тăрăшни те кăлăхах пулчĕ. Лешсен ушкăнĕнчи çынсем кашни кĕтесрех кĕтсе тăраççĕ ăна. Амăшĕ килсе панă кучченеçсене те тутанса кураймасть вăл. Лешсенчен тăванĕ-пĕтенĕ те сивĕнсе пĕтнĕ пулас: килсе çӳрекен пулмарĕ. Çавăнпа тĕрмене килекен кучченеçсем йăлтах вĕсен аллине куçса пычĕç. Вĕсем килĕштермен япаласем çеç хуçисен аллисенче юлчĕç. Вероника хирĕç чĕнмерĕ вĕсене. Вĕсен айăпне пула çăкăрсăр апат çисен те шарламарĕ. Пĕтĕм вăй-хăватне ĕç çине ячĕ вăл. Тĕрмерен инçех мар вырнаçнă çĕвĕ фабрикинче алсатулĕсем çĕлеттереççĕ вĕсене. Мĕн ачаран ĕçлеме вĕреннĕ Вероникăшăн ку ача вăййи пекех туйăнчĕ. Кун иртнине те сисме пăрахрĕ вăл. Чи хăрушши вара — каç, казармăна каялла таврăнасси. Ытти хĕрарăмсем çывăрса кайсан Светăпа чĕлхисем калаçайми пуличченех пăшăлтатса выртаççĕ вĕсем. Анчах Светăн та тухас вăхăт çывхарса килет. Унсăр юлсан мĕнле пурăнасси шухăшлаттарать ăна. Паян та ĕçрен таврăннă-таврăнман калаçу çавăн пирки хускалчĕ вĕсен.
— Эс ытлашши ан пăшăрхан, эп сан пата килкелĕп хушăран, — Вероникăна лăплантарма тăрăшать Света. — Тен, эсĕ те нумай пурăнмăн.
— Ман шанăç çухалчĕ. Мĕнех тăвĕ адвокат та. Эп пĕчĕк çын. Маншăн никам та ытлашши чăрманмĕ. Шкулта чухнех туслă пурăннă савни те сивĕнчĕ манран.
— Мĕнле савни? — хĕр çине тĕлĕнсе пăхрĕ Света. — Эс мана кун çинчен нимĕн те каламан.
— Веня тесе чĕнеççĕ ăна. Çар службинче вăл. Курма килсе кайнă терĕ анне. Ăна курсан çул тепĕр енне каçса кайрĕ тет. Шкулта чухнех юнашар класри пĕр хĕр килĕштеретчĕ ăна. Çавăнпа иккĕшне час-час пĕрле куркаларăм тет анне.
— Юрату сан татах та пулĕ. Ун пек савнишĕн вырăнсăр куççулĕ юхтарма та кирлĕ мар. Эпĕ вара эс çакăнтан тухасса шансах тăратăп. Сан адвокату манăнни пек мемме мар. Следователĕ те лайăх çын теççĕ.
— Темле-çке.
Çĕрĕпех çывăраймасăр аташса выртрĕ Вероника хăйĕн шăпи пирки шухăшласа. Ир енне çеç тĕлĕрсе кайнă. Тĕлĕкре хăйне судра курчĕ вăл. Унтан пăтранчăк шывра ишет пек. Кĕç вăл хăй патнелле тăснă этем аллине асăрхарĕ. Вероникăна çăмăллăн çĕклерĕ вăл, унтан çĕр çине тăратрĕ. Унăн хура куç харшийĕсем хускалаççĕ, вăл хĕр çине кулса пăхать. Эсир-и ку тесе ыйтрĕ пек те, Вероника йĕрсе ячĕ. Юхать те юхать куççулĕ. Ниепле те чараймасть ăна хĕр. Вăрансан та куçĕсем куççулĕпе тулнине асăрхарĕ.
Ирхи апат тунă хыççăн ĕç тумне тăхăнма таврăннă Вероникăна дежурнăй милиционер тытса чарчĕ.
— Сирĕн пата, Комарова, следователь килнĕ, атьăр манпа пĕрле.
Вероника хăнăхнă йăлипе аллисене каялла тытрĕ те шăппăн угрĕ тăвансемпе тĕл пулмалли вырăна.
— Аллусене ярăр, Комарова, хыçалалла тытмасан та юрать. Тен, кĕçех пирĕн сирĕнтен каçару та ыйтмалла пулĕ.
Пӳлĕмре ларакан адвокатпа следователе курсан Вероника хăйĕн шăпи кĕçех улшăнасса тӳрех ăнланчĕ. Тĕлĕкĕнче курнă адвокат çине пăхрĕ те унăн куç харшийĕсем чăннипех те хура, куллийĕ ăшă пулнине асăрхарĕ. Аллисенчен чуптуса тав тăвас килчĕ хĕрĕн ăна. Следователь те хĕр çине ăшшăн пăхать.
— Ну, Комарова, сан кунта пурăнасси нумай юлмарĕ ĕнтĕ. Çак юнкун суд пулмалла, — папкинче тем шыранăн калаçрĕ Васильев.
— Тавтапуçах сире чăрманнăшăн, — Вероника савăннипе куççульне те чараймарĕ.
— Санăн мар пире тав тумалла, пирĕн санран каçару ыйтмалла. Тата хăв та нумай пулăшрăн эс пире. Музыка училищинче каçченех вĕреннĕ хĕрсене шыраса тупрăмăр эпир. Вĕсем, чăнах та, эс Ивановпа хирĕлнине курнă. Кун çинчен вара ыттисене каласа пама хăранă.
— Эпĕ те вĕсем малтан хуллен юрласа пынине, кайран пире курсан сасартăк шăпланнине илтрĕм. Пулăшу ыйтса та чĕнтĕм эп вĕсене. Анчах вĕсем тарчĕç.
— Хăраççĕ çынсем суда пыма. Кайран хăйсемпе те çаплах тăвасран шикленеççĕ. Куç хыçĕнче вара милици ĕçлемест тесе вăрçаççĕ. Анчах преступление хирĕç милицин çеç мар, кашни çыннăн кĕрешмелле. Çавăн чух кăна йĕрке пулĕ. Ну, Комарова, ку урăх ыйту. Ун çинчен чылай калаçма пулать. Халĕ сана адвокатпа хăваратăп. Вăл сахал мар тăрăшрĕ саншăн.
Следователь сывпуллашса тухса кайнă хыççĕн Вероникăпа Юра пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр тăчĕç. Хĕр куçĕпе каччăна «пăраларĕ». Каччă та хĕр çинчен куçне илеймест. Тĕрме тумĕ те илемсĕрлетмен ун сăнне. Мамăк пек çӳçĕ тутăр айĕнчен ирĕке тухасшăн пек, уçă чӳречерен кĕрекен варкăш çилпе вĕлкĕшеççĕ.
— Эп сире мĕнле тав тумаллине те пĕлместĕп, — аран хăюлăх çитерсе сăмах хушрĕ Вероника. — Сире ĕçшĕн тӳлесе татма укçа та çитмĕ пирĕн.
— Кун çинчен калаçмăпăр. Эс çакăнтан хăтăлма пултарнăшăн савăн. Аннӳ те сан куртку çинче пĕр тӳме çитменнине асăрхаса пырса каларĕ. Эпир ăна тупрăмăр Васильевпа. Владик тетӳпе вăрçнă чух татăлнă вăл.
Çак черченкĕ хĕре хăй çумне çупăрлас килет Юрăн. Ăна ытама илсе мĕнпур инкек-синкекрен хӳтĕлес килет. Анчах Вероника хăйĕнчен чылай çамрăккине тата вăл уншăн адвокат çеç пулнине аса илет те шухăшне вăйпах аяккалла пăрма тăрăшать.
— Виçмине суд. Çавăнпа калаçмаллисем нумай пирĕн. Ларар-ха çакăнта.
Вăл каланисене тимлĕ итлесе ларчĕ Вероника. Кашни сĕнĕвне ăша хыврĕ.
Суд
Ырă кăмăлпа вăранчĕ Юрий Владимирович ирхине. Паянхи процеса хăвăртрах пуçлаттарас килчĕ ун. Вунă сехет çитессе чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Алăри сехечĕ çине ялан пăхнипе мăйĕ те ыратакан пулчĕ ĕнтĕ.
— Юра, сан ĕмĕтӳ çитрĕ эппин паян. Комаровăн суд çĕнĕрен пулать тенине илтрĕм. Ĕçне те Сидор Петровичах пăхать терĕç, — юлташĕн канăçсăрлăхне калаçса ирттерсе ярас тесе сăмах хушрĕ Саша.
— Вăлах, — çынпа калаçса вăхăта хăвăрт ирттерме май пурришĕн савăнчĕ Юра та. — Ĕçе 106-мĕш статья çине куçарса Вероникăна айăпран хăтарма тивет паян Сидор Петровичăн.
— Юра, ку сана, тен, интереслентермест те пулĕ-ха та, çапах та сана пĕлтерес терĕм. Альăна курнă-и эсĕ çак кунсенче?
— Çук, курман, — юлташĕ лайăхах мар хыпар пĕлтерессе сиссе сисчĕвленчĕ Юра. — Ман ĕçĕ те нумай пулчĕ те.
— Аля тăван районне куçса кайрĕ ĕçлеме.
— Тăван районне? Мĕншĕн? Ун кунта та ĕçĕ лайăхчĕ-çке?
— Халĕ организацисем укçа тивĕçменнипе юристсене тытасшăнах мар. Кĕскетнĕ ăна.
— Мĕншĕн мана кун пирки пĕлтермен вара вăл?
— Вăл сан пата темиçе хутчен те килчĕ. Анчах эсĕ нихăçан та вырăнта çук. Комарова хыççăн урăх ĕç те тытман пулас эсĕ.
— Айăплă эп ун умĕнче. Çураçнă хĕр пулнă вĕт-ха вăл ман. Питĕ лайăх мар пулса тухрĕ капла, — пăшăрханмаллипех пăшăрханчĕ Юрий.
— Юра, вăл эс ăна юратманнине пĕлет. Çавăнпа та хăйне шырама хушмарĕ.
— Эп хам та пĕлместĕп манпа мĕн пулса иртнине. Пуçпа лайăх ăнланатăп хам тĕрĕс мар тунине, анчах чĕрене хушаймастăп. Темĕнле шуйттан кĕрсе ларнă пулĕ ман ăша.
— Шуйттан мар вăл, юрату, Юра. Ун куçĕ те, хăлхи те çук. Ку шăпа.
— Альăн куç умне мĕнле курăнас?
— Вăл ăслă хĕр. Сана йăлтах ăнланать. Ну, ăнăçу сана, эпĕ кайрăм, — сывпуллашма хатĕрленсе аллине тăсрĕ Саша.
— Санăн та ĕç-им паян?
— Çук. Урăх кунта манăн нимĕнле ĕç те пулмасть. Эсĕ вĕт Аля пирки çеç мар, мана та мантăн. Ăнланатăп сана. Шăпунтан пăрăнаймăн. Эпĕ те района каятăп ĕçлеме. Хутсене пуçтарма кĕтĕм кунта.
— Эсĕ те? — тĕлĕнчĕ Юрий. — Эсир Альăпа пĕр районтанччĕ пулас. Эппин, эсĕ унпа пĕрле каятăн?
— Çапла, унпа пĕрле. Халĕ тин калама та юрать пулĕ. Эпĕ Альăна тахçантанпах юрататăп. Пĕрле ĕçлесен ăна хамран тартмастăпах пулĕ тетĕп. Ну, сывă пул. Вăхăт пулсан хăнана пыр. Тĕлне пĕлетĕн.
Сашăпа сывпуллашнă хыççăн сĕтел çинчи папкăна илсе аялти хута, суд залне, çул тытрĕ вăл. Юлташĕн хыпарĕ тĕлĕнтерчĕ пулин те — ăна ку çухату хăйĕн чĕрине хумхатманнине туйрĕ. Йăлт тепĕр май: шалта çăмăлланса кайнă пек. Çапах та вăхăт тупăнсанах Альăпа телефонпа та пулин калаçса илме тĕв турĕ.
Юрий Владимирович зала çитсе кĕнĕ çĕре унта халăх сахалах мар ларатчĕ ĕнтĕ. Адвокат чи малтан куçĕсемпе вĕсем хушшинче свидетельсене шырарĕ. Пурте килнине курсан лăпланса хăйне уйăрса панă вырăна кайса ларчĕ. Кĕçех Вероникăна илсе килчĕç. Виçĕ уйăх каялли пек, пуçне чикмен вăл. Аллисене те унне сăнчăрламан. Амăшĕн куçĕсемпе тĕл пулсан хĕрĕ ăшшăн кулса илчĕ те тимĕр решеткесем карнă пӳлĕме кĕрсе ларчĕ.
— Тăрăр, суд килет, — секретарь сассине илтсен Юрий Владимирович та ура çине тăчĕ. Ăна хирĕç ларакан прокурорăн çумĕ те хĕр çине сиввĕн пăхманнине асăрхарĕ вăл.
Сидор Петрович следовательсем çырса панă хутсене вуласа пĕтерсен коридорта тăракан свидетельсене пĕрерĕн чĕнме пуçларĕ. Чи малтан пӳлĕме музучилищĕре вĕренекенни кĕчĕ. Тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ вăл судра ларакансене. Ытти свидетельсем те хăйсем курни-илтнине каласа пĕтерсен прокурор çумĕн куçĕсем хĕр çине тата та ăшшăнрах, хĕрхенсе пăхнине курчĕ Юрий Владимирович. Хĕр айăплă пулманни, ăна айăпран хăтарма юрани çинчен каларĕ вăл хăй сăмахĕнче. Юрий те хăй калаçăвне темиçе кун каяллах çырса хатĕрленĕ. Вероника хăйне хӳтĕлесе сăмах калама хăюлăх çитерейменнине те тавçăрать вăл. Çавăнпа судьяпа халăх заседателĕсене приговор çырнă чухне Комарова айван, çамрăк пулнине шута илме сĕнчĕ, ун айăпĕ çукки, вăл хăй чысне хӳтĕлени, ун вĕлерес шут пулманни, ку ăнсăртран пулса тухнă япала пулни пирки каларĕ. Ун сăмахĕсене илтсен залра ларакансен те куççулĕсем тухрĕç. Çакна курма ĕмĕтленнĕ те адвокат. Кашни сăмахне шухăшласа хут çине шăрçаланă.
Суд вĕçленнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ пек туйăнчĕ Вероникăна. Анчах килсе чĕнекен пулмарĕ. Чи малтан хупнă пӳлĕмех илсе килчĕç ăна. Хăйне айăпласа тĕрменех хăвармалла тунă тесе те шухăшларĕ вăл. Анчах адвокат приговор вулама ăна та чĕнни пирки каланине аса илчĕ те лăпланчĕ. Ытла та хуллен иртнĕ пек туйăнчĕ вăхăт. Виçĕ сехет ĕнтĕ вăл хăй шăпине кĕтет çак тăвăр пӳлĕмре.
— Комарова, тухăр, приговор итлеме каятпăр, — тени Вероникăшăн савăнăçлă хыпар пулчĕ.
— …Комаровăна 106-мĕш статьяпа айăпласа ирĕкрен хăтарас, — илемлĕ кĕвĕ пек туйăнчĕç çак сăмахсем хĕршĕн. Тинех вăл ашшĕпе амăшне, шăллĕпе йăмăкне курĕ, йĕркеллĕ вырăн çинче çывăрса хăй мĕн çиес тенине çийĕ. Тек фуфайка та тăхăнмĕ вăл, аллисене хыçалалла тытса стройпа ĕçе, апат çиме çӳремĕ.
— Хам тĕрмене лекиччен ирĕклĕх çакăн пек хаклă пулнине пĕлмен те эпĕ. Тавтапуçах сире, Юрий Владимирович, — адвокатпа сывпуллашма аллине тăсрĕ Вероника. — Тек ман пек ĕçсем тĕлне ан пулăрах.
— Кашни çынах çапла: хăй тӳссе курсан çеç тепĕр çынна ăнланать. Эсĕ айăплă маррине сана пĕрре курсах ăнлантăм эпĕ.
— Тав сире уншăн.
Юрий Вероникăн черченкĕ алли унăннипе уйрăлма васкаманнине туйрĕ. Тата та хыттăнрах чăмăртарĕ вăл хĕр аллине.
— Вероника, — сывлăшне аран çавăрса сăмах хушрĕ вăл. — Эп пĕлетĕп, ку вырăнсăр калаçу, анчах…
Халĕ хĕре хăй пирки каламасан ăна яланлăхах çухатассăн туйăнать Юрие. Анчах хĕр шухăшне пĕлменни ун чĕлхине хытарать.
— Мĕн анчах? Мĕншĕн каламастăр?! — Вероника та тем кĕтнĕн пăхать ун çине.
— Вероника, ман кун пирки калама юрамасть, паллах. Эпĕ санран чылай аслă тата усă тунăшăн сирĕнтен тем ыйтма пултарать тесе шутлăн эсĕ. Анчах ку пачах та урăхла, — такăна-такăна калаçрĕ тин çеç судра пĕр чарăнмасăр çур сехет калаçнă Юрий.
— Мĕн урăхла, Юрий Владимирович? — çаплах ун куçĕнчен тĕмсĕлсе пăхать Вероника.
— Мана… хăш чухне пыма юрать-и сирĕн пата? Эп… — калас-ши, калас мар-ши тенĕ пек хĕр çине пăхрĕ каччă.
— Нимĕн те ан калăр, Юрий Владимирович. Эпĕ хам та сире паян хăнана чĕнесшĕнччĕ. Паян манăн икĕ уяв: эпĕ ирĕке тухрăм тата эпĕ паян вунтăххăр тултаратăп. Пырăр каçхине. Адресне пĕлетĕр.
Никама та чĕнмен хăнана Комаровсем. Юрий пынă чухне тĕпелти сĕтел хушшинче пĕр çын та курăнмарĕ. Вероникăпа амăшĕ вара тĕпелте кускалаççĕ кăна. Пӳлĕмсене сарăлнă тутлă шăршă сăмсана кăтăклать.
— Хамăр çемьепе çеç уявлас терĕмĕр, — тӳрре тухма тăрăшнă пек калаçрĕ Петр Ильич. — Калаçмалли нумай-ха пирĕн.
— Эп чăрмантартăм пулас сире?
— Çук-çук, мĕн эсир. Эсир чи хаклă хăна паян пирĕншĕн. Сĕтел çинчи мĕнпур апачĕ сирĕн ятпа. Иртсе ларăр тĕпеле.
Каччă аллинчи тюльпансене курсан Вероникăн куçĕсем шывланчĕç.
— Халиччен никам та чечек парнелемен мана, — пăшăлтатрĕ хĕр.
— Эпĕ те халиччен никама та чечек парнелемен, — кулса илчĕ Юра та.
Чарăнма пĕлмесĕр чĕвĕлтетрĕ Вероника сĕтел хушшинче. Хăй тĕрмере мĕнле пурăнни, Света юлташĕ çинчен каласа пачĕ. Сăмах май Юрий умне тутлăрах апат хума та манмарĕ. Итлес те итлес килчĕ ун сассине Юрăн. Хĕрĕн кашни хусканăвĕ ун ăшĕнче çепĕç туйăмсем çуратрĕ. Унтан хăй ытлашширех ларнине туйса общежитие кайма пуçтарăнма пуçларĕ. Вероника пальтоне тăхăнсах ăсатма тухрĕ ăна.
— Вероника, — хĕре çепĕççĕн хулран тытрĕ Юрий. Те хĕр сывлăхĕшĕн ĕçнĕ эрех, те илемлĕ хĕр хăйĕнчен пăрăнманни пуçне çавăрчĕ каччăнне, ун чĕлхи çăварĕнче ирĕклĕн кускалама пуçларĕ. — Вероника, епле илемлĕ те ырă хĕр эсĕ. — Вероника кулкаласа ăна куçран пăхать.
— Ха-ха-ха, — татрĕ каччăн калас сăмахĕсене такам кулни. — Пăх-ха çынсем мĕнле, тĕрмерен тухнă-тухман арçын çаклатнă.
Юрий сас илтĕннĕ еннелле çаврăнса пăхрĕ те хăй умĕнче кĕске куртка тăхăннă хĕр тăнине асăрхарĕ. Çуркунне енне çанталăк çемçелчĕ пулин те ирпе каç çапах сивĕ тăрать. Апла пулин те хĕр çара пуçăнах, вăрăм çӳçне сапаласа янă.
— Çынсем мĕскĕне шеллеççĕ. Ах, çав Вероникăна питĕ шел, çамрăклах тĕрмене лекрĕ теççĕ. Вăл пур — арçынсемпе ытакланса çӳрет, — çаплах тăрăхласа калаçрĕ хĕр.
— Итлĕр-ха, сире мĕнле чĕнмеллине пĕлместĕп, — калаçăва хутшăнмасăр тăма пултараймарĕ Юрий. — Мĕн кирлĕ сире пирĕнтен?
— А-а, сирĕн чĕлхе те пур-çке. Эп сире çак хĕр пекех чĕмсĕр тесе. Анчах лăпкă кӳлĕре шуйттан нумай тенĕ. Вероника та…
— Итлĕр-ха, — хĕре малалла калаçма памасăр аллинчен çирĕп ярса тытрĕ каччă. — Утăр-ха хăвăр çулупа. Пире канаш паракансем кирлĕ мар. Вăл вăхăт иртнĕ пирĕн.
— Мĕнле хĕр пулчĕ ку? — хĕр хыççăн алăк хупăнсан Вероникăран ыйтрĕ Юрий.
— Ира. Юнашар класра вĕреннĕ эпир унпа, — хĕр сассинче аванмарланнине туйрĕ Юрий. — Халĕ пĕлтĕн ĕнтĕ эпĕ ырă хĕрех мар пулнине.
— Вероника, эп пурнăçра çын сăмахне итлесе пурăнмастăп. Ман хамăн пуç пур. Çавăнпа темĕнле хĕр сӳпĕлтетĕвĕ маншăн ниме те пĕлтермест. Мĕншĕн сан çине çав тери тарăхнă вăл?
— Юрий Владимирович, кайран çынсенчен пĕличчен халĕ тӳрех калам: манăн шкулта вĕреннĕренпех туслă пурăннă каччă пурччĕ. Эпĕ тĕрмене лекнине пĕлсен вăл манран сивĕнчĕ. Ира вара ăна килĕштеретчĕ. Эпĕ айăплă мар пулин те мана тарăхса пурăнчĕ вăл, кашни меллĕ самантра мана ура хума тăрăшрĕ. Халĕ вĕсем Артемпа пĕр чĕлхе тупнă пулас.
— Эсĕ вара? Эсĕ маннă-и Артема?
— Пĕр çынна икĕ хутчен юратаймăн, сивĕнтĕм унран. Вăт çапла. Манăн та çитменлĕхсем те, тăшман та пур.
— Тăшман пурри вăл эс усал пулнине пĕлтермест. Тăшман пурри вăл усăллă та. Вĕсем пуртан эпир асăрхануллăрах, тата та лайăхрах пурăнма тăрăшатпăр, кашни утăма виçетпĕр. Санăн тăшман пурри сан ĕçсем йĕркеллĕ пулнине, сана ăмсаннине, кĕвĕçнине пĕлтерет. Мана та ура хуракансем нумай пулнă. Анчах эп юрист дипломне илнинче вĕсен тивĕçĕ те пур.
— Тен, эс тĕрĕс те калатăн пулĕ. Эпĕ те Ира кĕнекесене чĕрсен çĕнĕрен илсе вĕсене тата илемлĕрех хуплашкапа витеттĕм. Астăватăп-ха, пĕррехинче вăл мана лапрапа сапрĕ. Шурă саппун хуп-хурах пулнăччĕ. Эпĕ вара ăна тепĕр ир валли çуса-якатса тăхăнтăм. Тата та илемлĕрех çӳрес килетчĕ ун хăтланкаларăшĕсене курсан.
— Вероника, — хĕре куçран пăхрĕ Юрий, — манăн та санран вăрттăнлăх ан пултăр. Манăн та хĕр пурччĕ. Пĕрлешме те калаçса татăлнăччĕ эпир унпа. Сана курсан вара ман пурнăç пăтранса кайрĕ. Эпĕ ăна чăн-чăн юратупа юратманнине туйрăм. Пĕрлешсен те телейлĕ пулман пулăттăмăр эпир унпа.
— Юрий, — каччăна пĕрремĕш хут ятпа чĕнчĕ Вероника. — Манăн санра ытлашши шанчăк çуратас килмест. Эпĕ качча каясси çинчен шухăшламастăп. Манăн вĕренсе врач дипломне алла илесчĕ. Эс ун чухлĕ кĕтес темĕн мана.
— Эп сана çак таранччен шыранă. Халĕ тупнă хыççăн куç умĕнчен тартас килмест. Паллах, хăв хирĕç пулмасан эпĕ сана кирек мĕн чухлĕ кĕтме хатĕр, Вероника.
Вероника хирĕç чĕнмерĕ. Сăмахсăрах ăнланчĕç вĕсем пĕр-пĕрне кирлине. Юрий хĕр кĕрсе кайнă хыççăн та чылайччен пĕр вырăнта тăчĕ. Балкон çинчен вĕрекен йытă сасси çеç ăна киле таврăнма вăхăт çитнине аса илтерчĕ. Унтан хăй тытнă çĕнĕ ĕç пирки шухăшласа автобуссем чарăнакан вырăна васкамасăр утрĕ.