Кăнтăрла иртнĕ пулин те Нинăн вырăн çинчен тăрас килмерĕ. Кĕр çывхарса килнĕ май хваттерте сивĕ. Çамрăк хĕрарăм ниепле те хăйне ăшă вырăнпа уйрăлма хистеймерĕ. Сехечĕ çине пăхса илчĕ те чӳречерен кĕрекен çутă питрен ан çутаттăр тесе утиялпа пуç çийĕнченех витĕнсе выртрĕ. Çук, çывăрасси килмерĕ ун. Пуçра тĕрлĕрен шухăш явăнчĕ. Юратать Нина пĕчченлĕхе. Шухăш шăрçине никам та татмасть. Акă ачалăх кунĕсем куç умĕнче. Савăнмалли, ырăпа аса илмелли сахал кунта. Ашшĕ-амăшĕ камне те пĕлмест вăл. Пĕр пилĕк хутлă çурт умĕнче тупнă ăна, анчах çуралнăскере. Ырă çынсем милици уйрăмне шăнкăравласа хĕрачана вилĕмрен çăлса хăварнă, ачасен çуртне леçнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Нина Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕчĕ. Çăмăлах пулмарĕ ăна малтанлăха. Укçа-тенкĕ енчен те хĕсĕкрехчĕ. Шăпах тата вăл вĕренме кĕнĕ çул çĕршывра пăтрашу пуçланчĕ, хаксем ӳссе кайрĕç. Нинăна интернатран паракан укçа çитми пулчĕ. Ĕçе вырнаçас тесе те шутланăччĕ вăл. Анчах çĕршывра ĕçсĕрлĕх хуçаланнă чухне студентсене никам та ĕçе илесшĕн пулмарĕ. Шăп çавăн чухне паллашрĕ те вăл Мишăпа. Канмалли кунсенче общежитинче ларма кичем тесе ăна юлташ хĕрĕ, Вера, хăйсен ялне хăнана илсе кайрĕ. Каçхине хĕрсем клуба тухрĕç.
— О-о, Вера, ку чиперукпа паллаштар-ха мана, — хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчекен хĕрсем патне пĕр лутрарах каччă пырса тăчĕ.
Халиччен каччăсемпе çӳресе курман хĕр именнипе Вера хыçне пытанчĕ. Алăри хĕвелçаврăнăшне, çынсем сисиччен аяккалла ывăтрĕ.
— Хăв паллаш, сана кирлĕ вĕт, — каччăсемпе калаçма вăтанман Вера хыттăн тавăрчĕ Мишăна.
Çĕрĕпех çӳрерĕç Мишăпа. Каччă хăюллăн калаçни Нинăна та хаваслантарчĕ. Хăй çинчен йăлтах тĕрĕссине каласа пачĕ вăл ăна. Йĕкĕт кун хыççăн та хăйĕнпе аван калаçни хĕр чĕринче ырă варкăш хускатрĕ. Хулана таврăнсан та Нина патне час-часах çӳрерĕ Миша. Кĕсйинче яланах укçаччĕ ун. Нинăна та тăтăшах парнесем паратчĕ. Вăл пулăшнипе çĕнĕрен тум улăштарчĕ: пальтопа калпак, атă туянчĕ. Хĕр чĕри каччă еннелле туртăннăçемĕн туртăнчĕ. Вăл килмен кунсенче пӳлĕмре хăйне валли канăç тупаймарĕ, вулани те пуçа кĕмерĕ. Миша качча тухма ыйтсан тӳрех килĕшрĕ. Ăста калаçма пĕлекен каччă хăйне чĕререн юратнине ĕненчĕ хĕр.
— Мĕншĕн каччăсем качча иличчен анчах çапла япшар-ши? — шухăшне сасăпах вĕçлерĕ Нина.
Юлашки вăхăтра хăй тĕллĕн калаçнине тахçанах сисрĕ-ха вăл. Шута кайса ларнă çĕртех сасăпа калаçма пуçлать. Нумай шухăшланăран та пулас ку.
— Ну, юрĕ, çитĕ сана чĕрӳне ыраттарса выртма, иртнине халь тин тавăраймăн тата эп шухăшласа выртнипе нимĕн те улшăнмĕ, — хăйне хăй лăплантарчĕ Нина арçынла кастарнă çӳçне пӳрнисемпе арпаштарнă май. Кĕлетки-çурăмĕ халĕ те хĕр чухнехи пекех Нинăн. Икĕ ача çуратнă пулин те упранса юлнă пĕвĕ такама та илĕртмелле. Икĕ хура куçĕ шăтарасла, çав вăхăтрах ачашшăн пăхаççĕ.
Ваннăйĕнчен çăвăнса тухсан çамрăк хĕрарăм куçкĕски умне пычĕ. Нина çине тӳрĕ сăмсаллă чипер хĕрарам куç илмесĕр пăхать. Çапах та улшăну пур сăн-питре. Куçсем ĕлĕкхи пек ялкăшмаççĕ, вĕсенче тунсăх.
— Эсĕ мĕн, халĕ те хатĕр мар-и? Каларăм вĕт сана икĕ сехет валли хатĕрлен тесе! — шартах сиктерчĕ çав самантра Нинăна упăшкин сасси.
— Эп часах, хам та сисмен, çывăрса кайнă Петьăпа Людăна шкула ăсатсан, — суеçтерчĕ вăл мăшăрне.
— Ялан сан мĕн те пулин сиксе тухать! Мĕншĕн çынсен арăмĕсем пек вăр-вар мар эсĕ?! — хаярланчĕ Миша.
Нина урăх сăмах хушмарĕ ăна. Пĕлет вăл: мăшăрне çиллентерме юрамасть. Унсăрăн леш тин çеç больницăран сипленсе тухнине те пăхса тăмĕ — ун мăн чышкисем арăмне шеллемĕç.
Мишăн Хусан хулине коммерци ĕçĕпе тухса каймалла паян. Нинăн ăна юлташĕ патне çити ăсатмалла та машинине каялла гаража кайса лартмалла. Çапла, упăшки хĕтĕртнипе машинăпа та çӳреме вĕренчĕ вăл. Лешĕн шучĕпе, коммерсант арăмĕн пур ĕçе те пĕлмелле.
Нина, упăшкинчен пăрăнас тесе, апат-çимĕç сумкине Мишăна тыттарчĕ те хăйĕн çине хăвăрт сăран куртка ывăтса упăшки хыççăн хваттертен тухрĕ. Вĕсем çитнĕ çĕре Мишăн юлташĕсем хатĕрччĕ ĕнтĕ çула тухма. Пĕрремĕш хут анчах курмасть вĕсене Нина. Çапах та паян, темшĕн-çке, çамрăк хĕрарăм вĕсем çине ытларах сăнаса пăхрĕ. Акă Мишăпа юнашар Шупашкарта çуралса ӳснĕ Толя тăрать. Хитре тесе калама çук ăна. Машина çине хыпалансах сумкăсем йăтакан Виталие те Нина нихăçан та кăмăлламан. Миша курман чухне ун çуллă куçĕсем час-часах пăраланă Нинăна. Самăр аллисем ун пилĕкне пăчăртанă. Вĕсем пуçтарăнни çине пăхса тăнă май хĕрарăм чĕри теме сиссе хытгăн пăчăртанса ыратрĕ. Толя йăтса тухнă сумкăра эрех кĕленчисем шăкăртатнине илтсен Нина пушшех те канăçне çухатрĕ.
Килне таврăнсан та лăпланаймарĕ вăл. Васкамасăр хывăнчĕ те хваттерти япалисене тинкерчĕ. Пурте пур вĕсене телейлĕ пулма. Ĕлĕкхи пек, кĕсьери юлашки пуссене те шутлама кирлĕ мар. Ачисем те аван тумланаççĕ. Чылай çын ăмсанать Ильинсен çемйине. Анчах темĕн çитмест Нинăна. Теме кĕтет, шанать ун чĕри.
Ачисем çывăрма выртсан та Нина хăйне валли канăç тупаймарĕ. Пĕр шухăш пуçне пăтратрĕ унăнне; Мишăн урăх хĕрарăм пур. Хăй курман-илтмен пулин те чĕрипе туять çакна Нина. Юри тенĕ пекех тата куç умне упăшки урăх хĕрарăма ыталани, чуптуни тухса тăрать. Çак курăнуран хăтăлас тесе Нина шутлама пуçлать. Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Çук, хăтăлаймасть унран. Куç умĕнче каллех Миша. Вăл Нинăран чылай çамрăк та илемлĕ хĕре ыталать пек, вĕсем унран тăрăхлаççĕ пек.
Тепĕр кунне (çывратакан эмел ĕçрĕ пулин те) ирех вăранчĕ Нина. Ачисене шкула ăсатнă хыççăн хваттерне тирпейлерĕ, кĕпе-йĕм çума пуçларĕ. Хĕрарăм чирĕпе операци тунă хыççăн йывăр йăтма хушманччĕ-ха ăна врачсем, анчах Миша хваттере яланах тирпейлĕ тытма хушать: кирек хăш вăхăтра та вăл хăйне кирлĕ çынсене илсе килсе хăналама пултарать. Мишăсем кайни виçĕ кун иртсен Нина ĕçе тухрĕ. Шкулта ачасемпе хуйхи кăшт иртнĕн туйăнчĕ ăна, анчах хваттерне таврăнсан каллех чĕри ыратрĕ. Юратнă мăшăрĕпе тахçанхи пек ăшшăн калаçас, ăна пур кăмăлтан савас килчĕ.
Пиллĕк кунтан таврăнчĕ Миша киле. Вăхăт çур çĕр иртнĕ пулин те мăшăрне апат ăшăттарчĕ, сумкинчи япалисене кăларса тирпейлеме хушрĕ те çывăрма выртрĕ.
— Миша, — сăмах хушрĕ ăна Нина ĕçĕсене вĕçлесен, — ăçта çӳрерĕр вара çак таранччен?
— Сана мĕн ĕç?! — хаяррăн тавăрчĕ упăшки. — Укçа килсе паратăп сана — çитет. Ытти ман ĕç! Ан чăрмантар, ман çыврас килет!
— Эпĕ вара сан мăшăру мар-им? — упăшкин сивĕ сăмахĕсемшĕн кӳренчĕ Нина. — Мĕншĕн ман эс ăçта çӳренине пĕлмелле мар? Эпĕ, тĕрĕссипе, эс ăçта ĕçленине те пĕлместĕп вĕт.
— Каларăм сана çывăрма ан чăрмантар тесе! — хыттăн чышрĕ Миша мăшăрне. — Кай тухса ман пӳлĕмрен! Çывăр ачасемпе!
— Миша, мана сан укçу çеç мар, эсĕ кирлĕ. Эс килте çук чухне ман чĕре ыратать. Йĕркеллĕ ĕçрех-и эсĕ?
— Миçе хутчен каламалла сана, ăссăра, ан чăрмантар тесе! Виçĕ тенкĕ укçа ĕçлесе илнипе пурăнас тетĕн-и?! Халĕ камăн укçа нумай, çав хуçа! Эп çемьешĕн тăрăшатăп! — Нина çине сурчăкне сирпĕтсех кăшкăрчĕ Миша. — Эп сана тăрантарса пурăнатап! Мĕн вăл сан укçу?! Пĕрре магазина тухмалăх çеç! Ак сана минтер, кайса çывăр! Ман ыран ирех тăмалла!
Нина урăх упăшкине хирĕç чĕнмерĕ. Вăл сĕннĕ минтере те илмерĕ. Çывăракан ачисене вăратас мар тесе залри диван çине кайса выртрĕ. Çывăрасси килмерĕ ун. Куçĕнчен юхакан куççульне вара ниепле те чараймарĕ. Куç умĕнче — иртнĕ кунсем. Епле телейлĕччĕ вăл темиçе çул каялла. Мишăпа пĕрлешнĕ кун унран телейлĕ çын та пулман пулĕ çĕр çинче. Шурă пĕркенчĕк айĕнче куçĕсем савăнăçпа çиçеççĕ. Миша туяннă туй кĕпи кĕвĕ майăн вĕлкĕшет. Нинăн тăн çухатасла юратас, хăй телейли çинчен пурне те кăшкăрса пĕлтерес килет. Миша та телейлĕ. Вăл Нина çинчен куçĕсене илмест. Вĕсенче — ачашлăх, юрату. Вĕсем çамрăк арăма çăтса яма хатĕр. Петьăпа Люда çуралнă хыççăн та телейлĕччĕ Нина. Миша, ялхуçалăх академийĕнчен тин çеç вĕренсе тухнăскер, мăшăрне кил-тĕрĕшĕнчи ĕçсене тума ялан пулăшатчĕ. Нина та çĕр çывăрмасăр ун валли тĕрĕслев ĕçĕсем çырнă. Ачисене чĕркуççи çинче сиктерсе ларма юрататчĕ ашшĕ. Мăшăрне те уйăхсерен сахал мар укçа килсе паратчĕ. М ĕн ĕçре ĕçленине ыйтсан нихăçан та тĕрĕссине каламастчĕ. «Сана вăл кирлех мар, укçа пур вĕт сан, çитет», — тетчĕ. Çапах та телейлĕччĕ ун чухне Нина. Миша ачисене юратни ăна пушшех те савăнтаратчĕ. Анчах хăçан, мĕне пула арканма пуçларĕ çемье пурнăçĕ — ăна çамрăк хĕрарăм сиссе юлаймарĕ. Мĕн виличченех çапла аван пурăнассăн туйăнатчĕ. Анчах шăпа урăхла килсе тухрĕ. Нина мăшăрне юрас тесе вăл килнĕ çĕре килти мĕнпур ĕçсене пуçтаратчĕ, ачисене те ашшĕне канма ан чăрмантарччăр тесе вăл таврăниччен çывратма тăрăшатчĕ. Çапах та тем çитмест Мишăна килте. Яланах вĕчĕрхенет, арăмĕ çине сиввĕн кăшкăрать. Куççулĕ юхтарман кун та çук Нинăн. Мишăн урăх хĕрарăм пуррине чĕрипе туять вăл. Çак шухăшсене сирес тесе алла кĕнеке тытса ларать. Анчах куç умĕче... Миша урăххипе савăшни. Çак ӳкерчĕк куç умĕнчен темиçе çул ĕнтĕ сирĕлме пĕлмест, пуçа, ăш-чике ыраттарать, чĕре кĕвĕçӳпе вĕчĕрхенет. Мăшăрне ачисенчен те ытларах юратнине пĕлет пулин те чĕрине урăхла тума хистеймест. Итлемест ăна чĕри — хăйĕннех тăвать.
* * *
Çутçанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне май илемлĕ. Акă чунра ырă туйăмсем вăратакан çу кунĕсем иртсе кайнă хыççăн кĕр çитрĕ. Вăл та илемĕпе савăнтарать. Çĕрĕн-кунĕн лӳшкекен çумăр çеç чĕрене пусăрăнтарать. Смирновсем хăнана пуçтарăннă кун та çумăр кунĕпех чарăнмарĕ: никам та килтен ан тухтăр тенĕ пекех шăпăртатрĕ вăл.
— Зина, тен, каймастпăр хăнана? — мăшăрне куçран пăхрĕ Зиновий. — Кун пек çанталăкра çынсене чăрмантарма та аван мар.
Зина — Нинăн юлташĕ. Пединститутран пĕр çулах вĕренсе тухрĕç вĕсем. Паллашасса вара пĕр шкулта ĕçлеме пуçласан çеç паллашрĕç.
— Çук, Зиновий, каятпăр. Нина пире питĕ чĕнчĕ, — симĕс куçĕсене вылятса калаçрĕ Зина. — Юлашки вăхăтра тем ăнмасть вĕсен çемйинче. Нина яланах пусăрăнчăк çӳрет. Упăшкин çуралнă кунне чи çывăх çыннисемпе уявласшăн вăл. Эпир вара кам — вĕсен чи çывăх юлташĕсем. Эппин, пирĕн унта каймаллах.
— Ильинсем пек çынсем патне кайма хаклă парне кирлĕ. Мĕн туяннă вара эс Миша валли?
— Мĕнпе илес ман хаклă парнине? Иксĕмĕр те сахал укçа çинче ларатпăр. Ĕçлесе илнине те вăхăтра памаççĕ. «Геракл» одеколон туянтăм.
Мăшăрне нумай ӳкĕтлеттерсе тăмарĕ Зиновий. Пĕлет вăл: Зина мĕн шутланине тăватех. Зиновий хирĕçлесен пĕччен те тухса кайма пултарать хăнана.
Нина та паян иртенпех ăшталанать килĕнче. Мăшăрĕн çуралнă кунне тулли сĕтелпе уявласшăн вăл. Çавăнпа та Миша панă укçапа ку хутĕнче ачисем валли те, хăйне валли те нимĕн те туянмарĕ. Апат-çимĕçне те перекетлерĕ. Тăрăшни харама каймарĕ: вăл хатĕрленĕ апат-çимĕç икĕ сĕтел çине те вырнаçмарĕ. Эрехĕсем те Миша юратаканнисем — ют çĕршывра туса кăларнисем. Ачисем те кунĕпех амăшĕ тавра кускалаççĕ — мĕн хушнине чупса пурнăçлаççĕ.
— Люда, Петя, килĕр-ха кунта, — сĕтел çине хатĕрлесе пĕтерсен ачисене чĕнчĕ амăшĕ. — Мĕнле пек пирĕн сĕтел? Аçупа хăнасене килĕшмелле пек-и?
— Ой, питĕ чаплă, анне, — чĕвĕлтетрĕ хĕрĕ. — Аттен апат çиме лариччен чĕлхине анса каясран çĕлесе хумалла пулать.
— Анне, манăн çав торта питĕ тутанса пăхас килет, — амăшĕ çине ыйтуллăн пăхать ывăлĕ. — Эп кăшт çеç чĕпĕтсе илетĕп.
— Çук, юрамасть. Аçу курсан мĕн калĕ? Вăл хăйĕн юлташĕсене те хăнана чĕннĕ пулĕ.
Кĕçех вĕсен калаçăвне шăнкăрав сасси татрĕ. Ачисем иккĕшĕ те пĕр харăс: «Атте килчĕ!» — тесе кăшкăрса алăк уçма чупрĕç. Нина пынă çĕре Миша пӳлĕмреччĕ ĕнтĕ. Вăл хура костюмпа, кĕрен кĕпе тăхăннă. Йăм хура çӳçлĕскер ытла та илемлĕн курăнать. Нинăн ăна çупăрласа çуралнă кун ячĕпе саламлас килчĕ. Анчах лешĕ ачисене: «Ан варалăр костюма», — тенине илтсен тума пуçланă утăмне каялла илчĕ, Миша çине тинкерсе пăхрĕ.
— Нина, эпир юлташсемпе ман çуралнă куна уявлама каятпăр, мĕн те пулин хатĕрлесе пар-ха пире, — арăмĕ çине пăхмасăр калаçакан Миша ваннăйнелле утрĕ. — Эпĕ паян «Жигулипе» каятăп, «Москвич» уççийĕсем Тольăра. Тен, кĕçĕр килеймĕп те. Мана ан кĕтĕр.
— М-миша... — чĕтрекен сасăпа аран сăмах хушрĕ Нина. — Эпир сана валли ачасемпе сĕтел хатĕрлерĕмĕр. Тата... юлташсем те килмелле пирĕн пата.
— М-мĕнле юлташсем?! — ваннăйĕнче аллисене шăлса тăракан упăшки арамĕ çине сиввĕн пăхрĕ. — Камсем вĕсем пирĕн юлташсем?! Авă пăх чӳречерен, камсем вĕсем ман юлташсем! Вĕсем ман çуралнă куна пĕрле уявласшăн.
—Миша, çуралнă кун çемье уявĕ мар-им? Ăна, ман шутпа, чи çывăх çынсемпе ирттермелле. Юлташусене те чĕн, пирĕн вĕсем валли те апат-çимĕç çитет, — мăшăрне ӳкĕтлесе килте хăварасса шанса калаçрĕ Нина. — Смирновсем те килеççĕ.
— Килччĕрин. Атя хатĕрлесе пар мĕн кирлине. Ман юлташсем нумай кĕтме юратмаççĕ.
Миша пăрахса панă сумкăсене йăтса Нина сĕтел патнелле утрĕ. Ачисемпе пĕрле илемлетнĕ сĕтеле курсан куçĕ куççулĕпе тулчĕ. Сĕтел тулăх пултăр тесе вăл эрне хушши магазинсем тăрăх чупрĕ, апат-çимĕç чи лайăх магазинсенче туянчĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе тутлă апат пĕçерме вĕрентекен кĕнекесене вуларĕ. Акă кама валли хатĕрленĕ иккен вăл вĕсене. Упăшкин юлташĕсем вĕсене туххăмрах çисе ярĕç, эрех ĕçсе анкă-минкĕленнĕскерсем апат тутине те туймĕç. Нина куççулне упăшки ан куртăр тесе çурăмпа çаврăнса тăчĕ. Анчах итлемерĕç куçĕсем. Хĕрарăма арçын умĕнче мĕскĕнлетес тенĕн кĕрхи çумăр пек шăпăртатрĕ, мăшăрне кĕтсе писевленĕ тутине, куçĕсене вараларĕ.
— Эрехĕсене йăлтах чик. Кам та пулин килес пулсан барта водка та, хĕрлĕ эрех те пур, — куçкĕски умĕнче якалнă май калаçрĕ Миша. — Смирновсене манран салам кала. Уйрăмах Зинăна. Ну маттур та Зиновий мăшăрĕ. Нихçан та пуçне усмасть. Везет хăш-пĕр арçынсене. Уйрăмах меммесене. Парать те Турă çавăн пеккисене хитре арăм. Ну, пулчĕ-и сан унта? Ман пата кам та пулин звонить тусан эп командировкăра.
— Хăнасене мĕн суеçтерес вара ман?
— Каларăм-çке сана, эп ко-ман-ди-ров-кă-ра. Ну, шĕвĕрккесем, аçуна ыталаса саламлăр-ха пĕрре çуралнă кун ячĕпе, анчах костюма ан варалăр, — апат-çимĕç чиксе тултарнă сумкисене йăтса ачисем патне пычĕ ашшĕ. Людăпа Петя хускалмасăр ашшĕ çине куç айĕн пăхса тăчĕç. Людăран икĕ çул çеç аслă Петьăн куçĕсенче вара курайманлăх, вăл чышкисене чăмăртанă. Сăмси çуначĕсем ашшĕнни пекех, тарăхнипе хускалаççĕ. Люда вара йăлтах урăхла; пĕр тарăху та çук ун куçĕсенче. Питçăмарти тăрăх юхакан куççуль тумламĕсем çеç ăна «сутаççĕ».
— Ну, мĕнех, ыталамастăр пулсан кирлĕ мар. Эпир кайнă хыççăн аннӳне лăплантарма та вăй-хал кирлĕ сире.
Миша тухса кайнă хыççăн çеç хăйне ĕсĕклесе йĕме ирĕк пачĕ Нина. Чунтан хурланакан çын сасăпа мар, шăппăн çеç йĕрет тетчĕç пирĕн тăрăхра. Анчах асап ăшра пуçтарăнса каплансан, вăл чуна вырнаçайми пулса тулса тăкăнса кайсан чĕре хăех ĕсĕклет, кăшкăрать. Никам та чараймĕ ăна ун пек чухне. Нинăн хăлхине те ачисем: «Аттесем кайрĕç... Сакăр машинăпа... Умра икĕ «Волга», — тени тĕлĕкри пек çеç илтĕнчĕ. Халĕ ăна Миша çуралнă кунне таçти вăрмана уявлама мар, юратнă çыншăн тăрăшса пĕçернĕ апат харама кайни, ăна упăшки ним вырăнне те хуманни, ачисен, ун ĕмĕчĕсене татни хурлантарчĕ. Мишăшăн вĕсем тарçă çеç пулнине тинех ăнланчĕ вăл.
— Паллах, вăл унта арçынсемпе çеç пулмĕ. Ун чĕрçийĕ çинече эпĕ те, ачасем те мар, кулма-ахăрма, вырăн çинче çывăрма пĕлекен хĕр е хĕрарăм пулĕ, — сасăпах калаçса ĕсĕклерĕ Нина. — Мĕнле тӳсмелле çакна?
— Анне, анне, каллех шăнкăрав, такамсем килчĕç пулмалла, — Петя сасси «ыйхăран» вăратрĕ Нинăна.
— Анне, тен, уçмастпăр, килте çук теччĕр.
— Çук, ачасем, ун пек юрамасть. Чĕннĕ хăнасене кĕртмеллех. Эсир алăка уçăр, эпĕ часах ваннăйĕнчен çăвăнса тухăп.
Тĕлĕкри пек ирттерчĕ çав каçа Нина. Чĕннĕ хăнисем ун пурте пуçтарăннă. Пĕрле интернатра ӳснĕ Ира та мăшăрĕпе, ачисемпе килнĕ. Ильинсен хваттерне музейри пекех курса çӳрерĕç вĕсем. Хаклă япаласене тыта-тыта пăхрĕç. Мишăпа ялхуçалăх академийĕнче пĕрле вĕреннĕ Сергей вара Миша çапла пуйма пултарнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
— Çынсен упăшкисем пурăнма пĕлеççĕ çав. Сан пек мар, — сиввĕнреххĕн калаçрĕ унпа мăшăрĕ Галя. — Пилĕк çул хушшинче авă çемйине тăватă пӳлĕмлĕ хваттер илсе пачĕ. Çĕнĕ сĕтел-пукан туянчĕ. Нинăпа ачисем те пукане пек çӳреççĕ. Эсĕ пур, мемме, окладунтан ытла укçа тума та пĕлместĕн.
— Телей вăл укçара та, япалара та мар, — мăшăрсем хирĕçсе каясран вĕсене лăплантарма тăрăшрĕ Нина. — Телей вăл пĕрне-пĕри ăнланса, килĕштерсе пурăннинче.
— Сан укçа пур та хитре сăмахсем калаçма çăмăл. Анчах та вĕсемпе ни тутă пулаймастăн, ни тумланаймастăн.
— Ан та кала-ха, — сăмах хушрĕ сĕтел хушшинче чĕнмесер ларакан Зина. — Эпир те авă икĕ уйăх ĕç укçи илейместпĕр. Тум илесси çинчен шутламалли те çук. Ыран ачасене мĕн çитерес-ши тесе çеç шутлатăн.
Чĕрре кĕрес темерĕ Нина юлташĕсемпе. Вĕсем ăна ăнланмассине туйрĕ. Выçă çын туттине ăнланмĕ, тутти — выççине тенĕ ваттисем. Тата вĕсем тĕрĕссине те ăнланчĕ вăл. Выçлăх мĕнне хăй те аван тӳссе курнă. Укçасăр ларни те сахал мар пулнă. Анчах ун пуçĕнче нихăçан та пуяс ĕмĕт пулман. Чун-чĕрепе çывăх мар икĕ çынна нимĕнле пуянлăх та телей кӳмĕ. Телей вăл пуянлăх мар, чун-чĕре хаваслăхĕ, ăш вăркаманни те пулнине епле каласа ăнлантарăн вĕсене. Миша илсе тултарнă ниме тăман хаклă япаласене парса упăшкин юратăвне, ăшă кăмăлне тавăрĕччĕ вăл. Анчах мĕнпур калаçăвне укçа çине те, хĕрарăмсем çине куçаракан Миша чĕри тахçанах ĕнтĕ тимĕр укçа пек. Унта ăшă туйăм та çук пек туйăнать Нинăна. Юлташĕсем ăна ăмсаннине шăппăн итлесе ларчĕ вăл. Вĕсемшĕн Миша паянхи кун командировкăра, «çуралнă кунне пăхмасăрах çемьешĕн укçа тума кайнă». Анчах йăлт тĕрĕссине пĕлсен — мĕн каланă пулĕччĕç-ши вĕсем? Нинăна хĕрхенекен пулĕ-ши вĕсем хушшинче? Хăшĕ-пĕри, тен, тĕрĕссине пĕлсен савăнĕ те. Зина та ав пĕтĕм хуйха пĕрле пайлакан Зина, вĕсем патне пĕрремĕш хут килнĕ, йывăр вăхăтра Нинăна яланах пулăшма хатĕр пулнă Зина, паян унпа пĕр шухăшлă пулмарĕ.
— Упăшка укçа нумай килсе парсан эп ун хăтланкаларăшĕсем çине куç хупнă пулăттăм. Тыткалама укçа çителĕклĕ пулсан сана вăл аякра мĕн туса çӳрени мĕн тума кирлĕ? — ăшри асапне çиеле кăларма пуçласан Нинăна пӳлчĕ вăл. — Ман Зиновийăн ни укçи çук, ни... Ĕçме вара сан анчах мар, пурин те ĕçеççĕ.
Тепĕр кунне те таврăнмарĕ Миша киле. Икĕ кун ĕçре хĕрелнĕ куçсемпе çӳрерĕ Нина. Ачисем ăна йăпатрĕç, шкулта татах та тăрăшарах вĕренчĕç. Ялан шухăшланипе пуçĕ çаврăнакан пулчĕ Нинăн. Мăшăрĕн сăнӳкерчĕкĕ çине пăхса вăрттăн ĕсĕклерĕ вăл. Хăй ăна вилесле юратнине ăнланчĕ. Унăн çак асап кӳрекен, ыратуллă юратăва ăшĕнчен тăпăлтарса кăларас килчĕ. Анчах чĕри итлемерĕ ăна. Чĕринче кĕвĕçӳ хумĕ алхасрĕ. Виççĕмĕш кунне çеç хваттер алăкне пырса шаккарĕ Миша. Вăл тăраниччен çывăрманнине пĕрре пăхсах ăнланчĕ Нина. Костюмĕ, кĕпи лӳчĕркенсе пĕтнĕ. Нумай эрех ĕçнипе пичĕ-куçĕ шыçăнса кайнă. Куçĕсемпе арăмĕ çине пăхма вăтанса çурăмпа тăрса калаçать.
— Чей лартса яр-ха, эп çăвăнса илем, — мăшăрне те, ачисене те сывлăх сунма «манчĕ» Миша. — Машина гаража тухса ларт та уççине ман кĕсьене яр.
Вăл мĕн каланине йăлт пурнăçларĕ Нина. Мăшăрĕ çывăрма выртсан ачисене уçăлма урама кăларчĕ те упăшки çывăракан пӳлĕм алăкне шăппăн уçса кĕчĕ, вырăн çине пырса ларчĕ.
— Ăçта çӳрерĕн вара эс темиçе кун, Миша?
— Çывăрма ан чăрмантар, ман çывăрас килет! — хаяррăн тавăрчĕ Миша.
— Ачасем çинчен те нимĕн те ыйтмастăн-çке эсĕ. Вĕсем шкулта мĕнле вĕренни те интереслентермест-и сана?
— Эсĕ тата мĕн тума? Килте учитель пур чухне ман воспитани памалла-и вĕсене?
— Эсĕ ашшĕ-çке çапах та.
— Ашшĕн тивĕçĕ çемьене укçапа обеспечить тăвасси. Ытти вара сан ĕç. Эс мĕн, ман укçа çинче пурăнса ытлашши мăнтăрланса карăн-им?
— Эпир эс киле час килмесен пăшăрханатпăр. Ялан машинăпа çӳретĕр — тем пулас пур çул çинче. Нивушлĕ шăнкăравласа калама та çук?
— Эп ĕçпе çӳреп. Укçасăр лартнă-и сире? Сана тата манран мĕн кирлĕ?
— Ман санпа калаçса чуна пусарас килет. Килти çинчен сана каламасан кама каласа парас-ха ман? Ман ĕçпе те интересленместĕн эсĕ. Операци хыççăн епле сипленнине те ыйтмастăн.
— Хĕрарăм вăл кушак пек — часах сипленет. Калаçнипе вара тутă пулаймастăн. Тух пӳлĕмрен, эп çыврап.
— Миша, — мăшăрне çӳçĕнчен ачашларĕ Нина.
— Каларăм-çке сана тух пӳлĕмрен тесе, — мăшăрĕн аллисене сиввĕн илсе печĕ упăшки. — Э тытса кăларса ярасса кĕтетĕн-и?! Эс укçа мĕнле тумаллине пĕлместĕн! Пуянлăхра пурăнса асса кайрăн! Ме сана, ме!
Хăйĕн çумне пĕтĕм ачашлăхĕпе çупăрланакан арăмне Миша çурăмĕнчен темиçе хутчен чышса ячĕ. Унтан, Нина вăйран кайса урайне ӳксен, хырăмĕнчен тапрĕ те ачисен пӳлĕмне таплаттарса утса кайрĕ. Кĕçех унтан вăл харлаттарни илтĕнчĕ. Çак сас Нинăран мăшкăлласа кулнă пекех туйăнчĕ. Çамрăк хĕрарăм хутланса ларса сас кăларасран хăраса ĕсĕклерĕ. Мăшăрĕнчен туяннă чышкă ун çурăмне çеç мар, чунне ыраттарчĕ, чĕрине тарăн суран хăварчĕ.
Ильинсем патĕнче хăнара пулни чылайлăха асра юлчĕ Зиновийшĕн. Каясса та каяс килместчĕ ун вĕсем патне. Мăшăрĕ хăйне Мишăпа танлаштарса темĕн те пĕр каласа вăрçни килĕшмест ăна. Кирек мĕнле лару-тăрура та аса илет Зина Нина упăшкине. Ильинсем туяннă кашни çĕнĕ тавар çинчен пĕлет вăл. Ĕçрен таврăнсанах упăшкипе хирĕлме пуçлать. Паян та Зина кăмăлĕ япăххине алăк урлă каçсанах ăнланчĕ Зиновий.
— Хĕрарăм пулса çуралмалла пулнă сан, апат пĕçерме те кĕпе-йĕм çума çеç пĕлетĕн. Нина паян каллех ĕçе çĕнĕ алка çакса пынă. Миша ăна пукане пек çӳретет. Эпĕ ачана кофта та илсе параймастăп. Хамăн та пальто кивелнĕ. Кашни пусшăн чĕтремелле.
Каçхи апат хатĕрлекен Зиновий мăшăрне хирĕç чĕнмерĕ. Ăна сăмахпа çĕнтерес çуккине пĕлет вăл. Вырăс чĕлхи учителĕ пулнă май сăмахшăн кивçене каймасть Зинаида Ильинична. Чăх сăхса çитереймест теççĕ ун пек калаçакан çынсем пирки халăхра.
— Мĕн чĕнместĕн тата? Э нимĕн каламалли те çук-и? Тĕрĕслĕх куçа çиет çав.
Апатланнă хыççăн Зиновий хăлхинче мăшăрĕн сăмахĕсем янăрарĕç. Ытла та кӳренмелле калаçать Зина. Мишăна ачаранпах пĕлет вăл. Хулара çуралса ӳснĕскер, Зиновий час-часах яла, кукамăшĕ патне, хăнана çӳретчĕ. Çавăнта паллашнăччĕ вăл Мишăпа. Урамра унпа пĕр тантăш ачасем урăх пулманран Зиновийăн яланах унпа пĕрле выляма, пулла çӳреме тиветчĕ. Пуян пурăнатчĕç Ильинсем. Ашшĕ колхозра тĕп бухгалтерта, амăшĕ шкулта ĕçлетчĕç. Миша çемьере пĕртен-пĕр ача пулнăран капăр тумланатчĕ, çĕнĕрен çĕнĕ тум тăхăнатчĕ. Шкул пĕтерсен «Москвич» туянса панă терĕç ывăлне. Хĕрсемпе те çамрăклах çӳреме пуçларĕ Миша. Лешсем те укçаллă каччă çумне вĕлле хурчĕсем чечексене сырăннă пекех сырăнатчĕç. Миша тӳрккесрех калаçни те иментерместчĕ вĕсене. Зиновий хулара ӳснĕ пулин те хĕрсемпе калаçма вăтанатчĕ. Тепĕр чухне хăюллă пулнишĕн юлташне ăмсанатчĕ вăл. Кайран, ашшĕпе амăшĕ вилсен, Мишăна пĕр вăхăт эрехпе иртĕхет тетчĕç. Унтан Миша кĕçех авланчĕ. Арăмĕ хăюсăр, ача çуртĕнче ӳснине пĕлсен шелленĕччĕ ăна вăл. Кайран, кукамăшĕ вилсен, Зиновий яла çӳреме пăрахрĕ, Миша çинчен те маннăччĕ. Çынсем урлă çеç вăл ашшĕ-амăш пӳртне сутса коммерци ĕçне пуçăнни пирки илтнĕччĕ. Мăшăрĕ тăватă çул каялла хваттере илсе килнĕ хĕрарăм çине пăхсан çеç пулни-иртни куç умне тухса тăчĕ. Нинăна вăл пĕрре курсах палласа илчĕ. Халĕ те хĕр пекех илемлĕ те чиперскер, Зиновие ăшшăн алă тытрĕ, именсе ятне пĕлтерчĕ. Нина Зиновие пачах та астумасть иккен. Зиновий те аса илтерес темерĕ. Чунĕ кăмăлламасть ун Мишăна. Ача чухне мĕнпур илемлĕ япалана хăйĕн тума тăрăшатчĕ, вăйăра хăй çĕнтереймесен çапăçса каятчĕ, яланах çиелте пулма юрататчĕ. Халĕ ак Миша ун пурнăçне каллех килчĕ. Зинăн ун ятне асăнмасăр кун та иртмест.
— Миша лайăх пулсан мĕншĕн качча тухмарăн тата ăна? — кăштахран сăмах хушрĕ мăшăрне Зиновий.
— Маларах курнă пулсан тухнă та пулăттăм. Тупса янă çав меммене, çавăн пек упăшкапа пурăнма пĕлмест. Ялан темĕн çитмест ăна. Мĕн чухлĕ япала, татах тем кирлĕ.
— Нина сан юлташу. Юрамасть куç хыçĕнче çавăн пек калаçма. Илтес килми пулчĕ эс сӳпĕлтетнисене.
— Мĕн арçынĕ эс? Укçа тума та пĕлместĕн. Шкулта ĕçленипе çеç пурăнан.
Зиновий урăх чĕнмерĕ. Кашăк-тирĕке çуса тирпейленĕ хыççăн ыранхи уроксене хатĕрленме кĕрсе ларчĕ. Зина та мăкăртатса уткаларĕ, алăка шанлаттарса хупса çывăрмалли пӳлĕмелле утрĕ.
Уйăх иртсен те пĕр чĕлхе тупаймарĕç Смирновсем. Тăваттăмĕш класра вĕренекен Вова та ашшĕ-амăш хирĕçĕвне хутшăнма пуçларĕ — амăшне хӳтĕлерĕ. Ильинсен Петипе пĕр класра вĕренет вăл. Ялан ун пирки ăмсанса калаçать. Унăн та ашшĕне Петьăн ашшĕ пек тăвас килет. Çемьери харкашу майĕпен пысăк çапăçăвах куçрĕ. Юлашкинчен Зиновий тӳсеймерĕ: пур-çук япалисене пуçтарчĕ те ашшĕ-амăшĕ патне пурăнма куçрĕ. Йăмăкĕ качча тухсан урăх хулана пурăнма куçнă пирки виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте Зиновий валли те вырăн тупăнчĕ. Унтан, Зина шкулта та харкашса намăс кăтартма пуçласан, ĕçлеме урăх шкула куçрĕ. Икĕ уйăхран судпах уйрăлчĕç вĕсем. Зиновий хваттерне те, япалисене те йăлтах арăмĕпе ывăлне парса хăварчĕ.
Упăшкинчен уйрăлни ытлашши пăшăрхантармарĕ Зинăна. Унран алимент шыраса илме суда заявлени çырса пачĕ. Зиновий ывăлне унсăрах пулăшма хирĕç маррине пĕлтерсен Зина упăшкине темĕн те пĕр каласа хăртма пуçларĕ. Ун шучĕпе, Зиновийрен япăх ашшĕ те çук çĕр çинче.
Малтанлăха кичемрех пек туйăнчĕ Зинăна упăшкинчен уйрăлсан. Вăрçмалли те никам та çук. Ывăлĕ те шкултан килнĕ-килмен урама тухса чупать. Кăмăл пусăрăнчăкне ирттерес тесе Зина час-часах Ильинсем патне çӳреме пуçларĕ, Нинăн пурнăçне ăмсанчĕ.
Нинăн пурнăçĕ те майĕпен малалла шурĕ. Ир пуçласа каçченех ура çинче вăл. Миша киле сайра хутра çеç кĕрсе тухать. Хуçалăхра кирлĕ япаласем илме укçа парса хăварать те каллех темиçе кунлăха кайса çухалать. Миша хăйне хĕненĕ пирки чылайччен хурланса пурăннăччĕ Нина. Упăшки те хăй çав каç тĕрĕс мар тунине ăнланса илчĕ пулмалла: ирхине мăшăрĕнчен каçару ыйтрĕ, тек ун пек тумастăп тесе тупа турĕ. Каçхине те вăхăтра ĕçрен таврăнчĕ. Нина валли ылтăн хăлха çакки туяннă.
— Киввине хывса хур. Эп килĕштерсе туяннине çак. Пурте пăхса ăмсанччăр сан çине, — арăмĕн кивĕ хăлха çаккисене вĕçернĕ май калаçрĕ Миша.
Савăнтармарĕ Нинăна çĕнĕ хăлха çакки. Çав чунсăр чул катăкки вырăнне Миша ăна хăй юратăвне панă пулсан çĕр çинче унран телейлĕ çын та пулман пулĕччĕ. Анчах упăшкинчен тахçанах ăшă сăмах илтме пăрахнă ĕнтĕ вăл. Лешĕ сĕтел çинче мĕн пуррине те, пӳлĕмсенчи тирпейлĕхе çеç асăрхать. Нинăн чун-чĕринче мĕн пурри ăна пачах та интереслентермест.
— Мĕн тутуна тăсрăн тата? Сирĕн шкулта кун пек хăлха çакки никамăн та çук пулĕ-ха. Учительсен виçĕ уйăх ним çимесĕр укçа пухмалла ăна илме, — йĕрĕнерех калаçрĕ Миша. — Тепĕр хĕрарăм пулсан тăпăртатса ташламалла куншăн. Эсĕ пур...
Анчах нумая пымарĕ çак лăпкăлăх. Мăшăрĕпе икĕ кун йăпăлтатнă хыççăн Миша каллех таçта çухалса çӳреме пуçларĕ. Нина çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр чӳрече умĕнче кăлăхах кĕтрĕ ăна. Ăçта ĕçленине те, телефон номерне те пĕлтермен вăл мăшăрне. Хăйсем патне килсе эрех ĕçнĕ чухне юлташĕсем пакăлтатнинчен çеç вĕсем тавара пĕр çĕрте туянса тепĕр çĕре кайса сутнине пĕлет. Миша мĕн чухлĕ укçа ĕçлесе илнине те пĕлмест вăл. Перекет кĕнеки çинче те укçа çук вĕсен. Пĕр çĕртен илет те тепĕр çĕре кайса хывать вăл укçине. Кăна вăл ăнсăртран ӳсĕрпе каланăччĕ.
— Сана мĕн, укçа çитмест-и? Кала — татах паратăп, — ура çинче аран тăраканскер, сиввĕн ыйтрĕ вăл ун чухне Нинăран. — Пĕрре отчет туса паратăн-ха эс мана укçана ăçта чикни пирки. Тен, еркĕнсене паран эп ĕçлесе илнĕ укçана?!
— Миша, мĕнле намăс мар сана ун пек калаçма?! Килте ирĕн-каçăн тăрмашатăп. Хăв каларăн-çке хваттерте яланах таса пулмалла тесе. Тата ачасемпе те уроксене хатĕрленмелле, хамăн та уроксем.
— Тĕрĕс-тĕрĕс, ман пата кирек хăш вăхăтра та çынсем килме пултараççĕ, — мăшăрне çурăмран лăпкарĕ Миша. — Ан ĕçле, килте лар. Мĕн вăл сан укçу? Чăрт сурмалăх çеç.
Виçĕ кун иртсен çеç таврăнчĕ Миша киле. Яланхи пек, ваннăйне кĕрсе чылайччен çăвăнчĕ, апатланчĕ те хаçатсем илсе диван çине кайса выртрĕ. Нина валли хĕл кунĕсене пăхмасăрах роза чечекĕсем туяннă.
— Тавтапуç чечексемшĕн, Миша. Мана эсĕ юлашки хут хăçан чечек парнеленине те астумастăп, — савăнчĕ Нина. — Хаклă пуль вĕсем?
— Мĕн чухлĕ тăни сана мĕн тума кирлĕ? Туяннă — çитет! Нина, ман санпа калаçмалли пур, — ăшшăн чĕнчĕ мăшăрне Миша.
— Калаçар эппин.
— Çывăх кунсенчех хулара икĕ пӳлĕмлĕ хваттер туянма май пур. Анчах ман укçа çитмест.
— Ман укçа çук.
— Санран укçа ыйтмастăп эп. Эрех питĕ нумай туяннăччĕ эпир. Сертификат çук тесе никам та илесшĕн мар ăна. Туянаканнине тупрăмăр, анчах хăйне валли укçа нумай ыйтать. Пирĕншĕн ку — банкрот, пĕлетĕн-и?
— Анчах эп мĕн тума пултарăп-ши? — упăшки хăй ĕçĕ пирки унпа сӳтсе явнăшăн савăнчĕ Нина.
— Пĕлетĕн-и, çав çынна Иван Петрович Тарасов тесе чĕннеççĕ. Астăватăн-и эс ăна?
— Çук, астумастăп.
— Мĕнле астумастăн? Пуç та сан! Аса ил-ха... пединститут... Çĕнĕ çул каçĕ... Эпир санпа пĕрлешме калаçса татăлнăччĕ ун чухне. Физкультурниксен факультетĕнче вĕренекен Иван... Ваня... Саншăн хыпса çунаканскер, сана ташша чĕнчĕ. Эсĕ тухмарăн. Юрататчĕ-çке вăл сана. Епле маннă ăна?
— Ваня... Иван Тарасов, — шухăша путрĕ Нина. Астунă пек. Сарă çӳçлĕскерччĕ, кăвак куçлă. — Астăватăп. Эс кĕвĕçсе те илнĕччĕ пулас ун чухне.
— Вăл-ку тарама-ха. Шăп çав çын ĕçлет те эрехпе сутă тунă çĕрте.
— Иван Тарасов-и? Ан тĕлĕнтер! Манăн вара мĕн тумалла пулать?
— Вăл сана юратнă вĕт-ха тахçан. Тен, халĕ те манман, — мăшăрĕ çине чеереххĕн пăхрĕ Миша. — Курса калаç эс унпа. Хăнана чĕн. Тен, ресторана кайăпăр?
— Мĕн тума кирлĕ вăл мана? Миша, мĕн калаçан эс? — мăшăрĕн шухăшне ăнланса пĕтереймерĕ Нина. — Эсĕ, мĕн, мана унпа çывăрма хушатăн-и?
— Фу, ухмах, кам сана унпа çывăрма хушать? Ăшшăн çеç калаç эс. Эпĕ сан упăшку пулнине пĕлсен пулăшатех вăл пире. Тепĕр хваттер туянăпăр. Ачасем çинчен шухăшла. Çак хваттерте пире тепĕр икĕ-виçĕ çултанах тăвăр пулать. Петьăна ку пулĕ, теприне Людăна парăпăр. Ĕçсем кун пек аван пырсан хамăра валли тепре туянăпăр.
Мăшăрне итленĕ май Нина роза чечекĕсен пĕлтерĕшне те аванах ăнланса илчĕ. Вăл хăйĕн айванлăхне пула Миша улшăннине, малашне йĕркеллĕ пурăнма пуçлассине ĕненчĕ. Анчах вăл чечексене ăшă кăмăлтан, ăна хисеплесе туянман иккен. Вĕсем Нинăн кăмăлне çавăрма çеç кирлĕ пулнă. Анчах та... тен, ку Нинăн пурнăçне улăштарма пулăшĕ? Тен, арăмĕ те ăна пулăшма пултарнине туйса Миша ачисене те, ăна та çĕнĕрен юратма пуçлĕ. Икшер-виçшер кун çухалса çӳреме пăрахĕ. Вăл çавăн пек тунинче, тен, Нинăн хайĕн те айăп пур. Ялан ачисем çинчен шухăшласа упăшкине кирлĕ чухлĕ ăшшине те параймарĕ пуль. Тен, çемье кăвайчĕ çĕнĕрен чĕрĕлĕ.
— Ăçтан шыраса тупас-ха ман ăна? — кăштран ыйтрĕ вăл мăшăрĕнчен.
— Сан ăна шырама кирлĕ мар. Эпир ыран «Россия» ресторанта пуçтарăнатпăр. Ăнсăртран тенĕ пек пыр эс унта. Асту, чи илемлĕ те, хаклă кĕпӳне тăхăн, эп илсе панă хăлха çаккине çак. Сăрланма ан ман. Тарасовăн ĕлĕкхи туйăмĕсене чĕрт.
— Юрĕ, калаçса пăхăп.
Нина ресторана пынă чухне Мишăсем сĕтел хушшинче ларатчĕç. Çамрăк хĕрарăм алăкран кĕрсенех арçынсем ун еннелле пăхнине асăрхасан именсе кайрĕ. Питçăмартисем пĕçернине туйрĕ. Иван Тарасов та Мишăсемпе пĕрлех ларать. Нина урисене аран-аран пусса упăшки патнелле утрĕ.
— О-о, Нина, мĕнле шыраса тупрăн эс мана? — Миша хулĕнчен пырса тытсан çеç тăна кĕчĕ халличен ресторанта пулса курман хĕрарăм. — Паллашăр, манăн мăшăр, Нина. Юратнă арăмран ниçта та тарса хăтăлаймастăн.
Пуринпе те паллаштарчĕ Миша Нинăна. Упăшки çавăн пек япшар чĕлхеллĕ пулма пултарассине пĕлмен те вăл. Сĕтел хушшинче ларакан кашни арçын пирки ăшă сăмах калама та, йăпăлтатма та манмарĕ вăл. Иван Тарасов Нинăн аллисене вăрахчен чăмăртаса силленине курсан Нина çине пăхса куçне хĕсме те ĕлкĕрчĕ. Кураксен пулккине лекнĕ хур ами пек туйрĕ хăйне Нина çак ушкăнра. Миша каланă тăрăх, вăл упăшкине шыраса ресторана килнĕ пек пулса тухрĕ. Аван мар капла. Упăшки хыççăн чупса çӳрет тесе калама та пултарĕç. Пăрахса тухса кайма та хатĕрччĕ вăл, анчах Мишăна аван мар лару-тăрăва лартас темерĕ. Тата... вăрттăн шанчăкĕ, Мишăна хăй майлă çавăрас шанчăкĕ, ăна пукан çине пăраларĕ. Тĕлĕкри пек итлерĕ вăл арçынсен калаçăвне. Турилкке çинчи салата та вилкипе тĕккелесе çеç ларчĕ.
— Ну, çитĕ ларса, каяр-ха эпир Нинăпа, пире ачасем те кĕтсе ывăнчĕç пулĕ, — упăшкин сасси ыйхăран вăратрĕ Нинăна. — Иван Петрович, эсир Нинăпа пĕр вăхăтра вĕренменччĕ-и пединститутра?
— Çапла, пĕрле, — Миша калаçма пуçласан çеç Нина кунта хăй мĕн тума килнине аса илчĕ. — Анчах та пирĕн факультетсем урăхчĕ.
— Астăватăп Нинăна. Вăтанчăкчĕ вăл хĕр чухне, — куларах сăмах хушрĕ Иван Петрович. — Сăмах хушсанах хĕрелсе каятчĕ. Ну, мĕнле пурăнатăн, Нина Николаевна?
— Аванах, — ашшĕ ятне те астунăран аванмарланчĕ Нина. — Хăвăр мĕнлĕ?
— Эпĕ те аванах. Анчах мăшăр тупаймарăм хама валли. Ватă хусах ĕнтĕ эпĕ. Сирĕн ачасем те пур пулĕ-ха?
— Ачасем пур. Иккĕ тан, — Нина сăмах хушма ĕлкĕриччен хуравларĕ Миша. — Хĕрпе ывăл. Ывăлĕ чисти эп.
— Аван. Эпĕ вара тĕкĕсĕр.
— Мĕн эпир капла ура çинче. Атьăр пирĕн пата, Иван Петрович. Нина мĕнле пурăннине пырса курăр. Ачасемпе паллашăр. Чĕнетпĕр-и Иван Петровича хăнана, Нина? Ку тĕлпулăва паллă тумаллах.
Хваттере пăхса çӳренĕ чухне те, ачисемпе паллашнă чухне те Нинăна вĕçертмерĕç Иван Петрович куçĕсем. Сенкерскерсем хĕрарăма пăраларĕç те пăраларĕç. Нина та упăшки сисмен хушăра ун çине вăрттăн пăха-пăха илчĕ. Чылай ватăрах курăнать вăл хăй çулĕнчен. Тен, арăмсăр пурнăç çăмăл мар? Тен, ĕçĕ йывăр? Çӳçĕ çеç ĕлĕкхи пек — сарă. Анчах сарă çӳçлĕ çынсене нихăçан та кăмăлламан Нина. Иван Петрович çине те вăл пиччĕшĕ çине хĕрхенсе пăхнă пек çеç пăхрĕ.
— Ну, хăна пултăм, çитет. Киле таврăнма вăхăт, — Нинăн аллине чуптунă май калаçрĕ Иван Петрович. — Сире те тек чăрмантарас мар. Нина Николаевнăн та ыран уроксем.
— Тавтапуç, пире хисеплесе хăнана килнĕшĕн, — алă тытса сывпуллашрĕ Миша та. — Нина, ăсатса яр. Эпĕ чашăк-тирĕке пуçтарăп, ачасене çывратма вырттарăп.
Иван Петровича подъезд умнех ăсатма тухрĕ Нина. Лешĕ васкаманнине кура вăл та чарăнса тăчĕ. Тата Миша хушнă ĕçе те пурнăçламан-ха вăл. Упăшки те ăна çав сăлтавпах хăнана ăсатма янине ăнланчĕ.
— Ну, каласа пар, Нина, мĕнле сан чăн-чăн пурнăçу? — урампа утнă май ыйтрĕ Иван Петрович.
— Эсир куртăр вĕт ман пурнăçа, — хуллен сăмах хушрĕ Нина.
— Çук, Нина, курмарăм. Ку вăл Михаил Григорьевич пурнăçĕ, сан мар.
— Иван Петрович, эпир унпа малашне мĕнле пурăнасси сирĕнтен килет. Тархаслатăп сире, пулăшăр мана, — хăйпе ăшшăн калаçакан арçын çине тĕмсĕлсе пăхрĕ Нина.
Çамрăк хĕрарăм çапла улшăнни арçынна тĕлĕнтерчĕ. Вăл пĕр самант Нина çине тинкерсе пăхса тăчĕ.
— Мĕншĕн апла шутлатăн?
— Ман упăшка сивĕнчĕ манран. Икшер-виçшер кун çухалса çӳрет.
— Нина, коммерципе ĕçлекенсен пурнăçĕ çавнашкал. Час-часах командировкăсенче çӳреме тивет. Эпĕ те...
— Çук-çук, — пӳлчĕ Иван Петровича Нина. — Ĕç çеç мар кунта, урăххи. Юлашки вăхăтра вăл киле питĕ çиллес таврăнать. Мана, ачасене хĕнет.
— Эпĕ вара мĕн тума пултарăп?
— Туян эс вĕсен эрехне. Ăна сутаймасан Миша ĕçне çухатать. Пирĕн ачасем пур. Хĕрхен вĕсене. Ĕç çухатсан Миша пушшех те усалланса каясран шикленетĕп. Ман унпа пĕр чĕлхе тупас килет. Юратап эп ăна, Ваня, — юхакан куççульне шăлчĕ Нина.
— Юрĕ, туянăп эп вĕсен эрехне. Анчах ăна шеллесе мар, сана пулăшса, — хыççăн пыракан «Волги» çине ларнă май калаçрĕ арçын. — Паянхи тĕлпулу та ăнсăртран пулмарĕ пулĕ тетĕп, Нина. Анчах çакна асту: эпĕ Михаил Григорьевича тахçантанпах пĕлетĕп. Тетте ан пул ун аллинче. Сывă пул. Ак сана ман телефон, йывăр пулсан — шăнкăравла.
Упăшкине пулăшма пултарнăшăн савăннă Нина ун юлашки сăмахĕсене ăнланмарĕ. Мĕнле тетте пирки каларĕ вăл? Мĕн тетти? Мишăран хаклă çын çук уншăн çĕр çинче. Ахалех усал каларĕ вăл ун пирки. Вăл уншăн чи лайăххи. Алăри визиткине Мишăна хăçан та пулин кирлĕ пулать тесе халат кĕсьине чикрĕ.
Ĕç çавăн пек хăвăрт татăлнăшăн Миша та савăнчĕ. Мăшăрне ыталаса илсе хăй тавралла çавăрса илчĕ. Кĕçех çĕнĕ хваттер туянасси пирки ĕмĕтленсе калаçрĕ. Çывăрма та пĕрлех çывăрчĕç вĕсем çав каç. Телейлĕ Нинăн питĕнче тĕлĕкре те ăшă кулă çиçрĕ. Тепĕр кунне документсене хатĕрлесе пĕтерни çинчен шкула шăнкăравласах пĕлтерчĕ Миша. Нина савăнăçне пытараймасăр çĕнĕ хыпара пĕлтерме вырăс чĕлхипе литература кабинетне вĕçтерчĕ.
— Пĕлетĕн-и, Зина, эпĕ паян питĕ телейлĕ çын? Мишăн чĕрине каялла хам пата тавăртăм. Вăл мана та, ачисене те малтанхи пекех юратать.
— Саламлатăп, — сӳрĕккĕн хуравларĕ Зина.
— Тавтапуç, Зина! Эпĕ чи телейлĕ çын паян, — савăнăçпа çиçекен Нина Зина хăйĕн çине йĕрĕнерех пăхнине те сисмерĕ. — Санăн Зиновий та каялла таврăнать, акă курăн.
Уроксем пĕтсенех килне чупнă пек вĕçтерчĕ Нина. Çула май магазина кĕрсе апат-çимĕç туянчĕ. Миша вĕрентнĕ пек хаклисене туянчĕ вăл. «Йӳнĕ тавар сутакан магазина кĕрсе ятна ан яр», — тенĕччĕ ăна пĕррехинче упăшки. Подъезд умĕнче яланхи пек хăйĕн çине ăмсанса пăхакан кинемейсемпе те ăшшăн калаçас, хăй те вĕсем пек çынах пулнине пĕлтерес килчĕ. Анчах, Миша таврăниччен тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме васкаканскер, вĕсене сывлăх сунса çеç иртрĕ.
Хваттере кĕнĕ-кĕменех телефон хытă янăранине илтрĕ вăл. Упăшки шăнкăравлать иккен.
— Нина, эп вăхăта сая ямасăр хваттер пирки калаçса татăлма каятăп. Час таврăнаймастăп паян киле, мана ан кĕтĕр, чао, — арăмĕ сăмах хушма ĕлкĕриччен трубкăна хучĕ Миша.
Нина çак сăмахсене илтнĕ хыççăн ури вăйĕ пĕтнине туйса лаках диван çине ларчĕ. Нивушлĕ каллех малтанхи пурнăç пуçланать? Иван Петрович калашле, Миша унпа усă курчĕ çеç-ши? Çук-çук, пулма пултараймасть. Нивушлĕ çав тери усал чунлă пулма пулать? Тен, хваттер пиркиех калаçмалла? Эрех ĕçмесĕрех пулмасть ĕнтĕ ун пек чухне. Нина усал шухăшсене пуçĕнчен сирсе майĕпен хăйне лăплантарчĕ.
Çур çĕр иртсен çеç таврăнчĕ Миша киле. Хĕрĕнкĕ. Алăкран кĕнĕ-кĕменех Нина ун сăнĕ çиллес пулнине асăрхарĕ.
— Ну, юр-ратнă ар-р-рăм , кала-ха, — шăл витĕр сăрхăнтарчĕ вăл сăмахĕсене, — мĕн пирки килĕшрĕ Иван Петрович эрех туянма?! Калатăн-и эс?!
— Миша, — упăшки çиллине сирес тесе ачашшăн калаçрĕ Нина мăшăрĕпе, — ан калаç-ха кирлĕ мара. Вăл мана мар, сана пулăшма килĕшрĕ.
— Пĕлетĕп эп вĕсен пулăшăвне! Хитре хĕрарăмсемшĕн вĕсем тем тума та хатер. Ну, хыв-ха ман атта! — хаярланнăçемĕн хаярланчĕ Миша. — Паянхи пурнăçра кирек мĕнле ĕçе те ахаль тумаççĕ! Çӳлерех лараканнисене укçа та хĕрарăм тупса пар. Вара вĕсем саншăн тем те тăваççĕ! Кала-ха, Нина Николаевна, ăçта, миçе хутчен тĕл пултăр?!
Ӳсĕр упăшки ун сăмахĕсене пурпĕрех ĕненмессине ăнланса Нина тек чĕнмерĕ, Мишăн аттисене хывса батарея çине лартма хатĕрленнĕччĕ çеç, сасартăк хăйне тăнлавран темĕн пырса çапăннине туйрĕ. Вăл хытă ыратнипе куçĕсене хупрĕ. Унтан, умĕнче упăшки тăнине асăрхасан, атăсене пăрахсах питне аллисемпе хупларĕ.
— Мĕншĕн хĕнетен эс мана? Мĕн турăм эп халь?
— Сире, хĕрарăмсене, эрнере пĕрре хĕнемесен ĕнсе çинче шуйттансем чупма пултараççĕ. Мана никам арçыннипе те улăштарма ан хăйнă пул! Вĕлеретĕп!
Ирхине, Нина вăраннă тĕле, Миша килте çукчĕ ĕнтĕ. Çамрăк хĕрарăм упăшки хĕнесе хăварнă шăмшакне аран-аран хускатрĕ. Ăçта каяс? Ăшри асапа кама каласа парса чуна пусарас? Зина! Вăл çеç ăнланĕ тусĕн асапне. Хăй те ывăлне ашшĕсĕрех пĕччен ӳстерет. Хуйхă курнă çын теприне ăнланатех.
Чылайччен алăк умĕнче шăнкăрав çине пусса тăчĕ Нина. Каялла таврăнма тесе çаврăннăччĕ çеç — пусма картлашкипе Смирновсен ывăлĕ, Володя, хăпарнине курчĕ. Вăл Нина çине шикленерех пăхрĕ те каялла анса тарма пуçларĕ.
— Володя, ăçта эсĕ?
— Нина Николаевна, юрамасть сирĕн пирĕн пата кĕме.
— Мĕншĕн, Володя?
— Унта... унта, — калас сăмаха каламасăр тăчĕ Володя.
— Юрĕ, атьăр эппин. Хăвăр курăр.
Хваттере кĕнĕ-кĕмен Нина куçĕсем сĕтел çинчи таса мар савăт-сапана асăрхарĕç. Эрех шăрши ăш-чике йĕклентерчĕ. Унтан... Нина куçкĕски витĕр çывăрмалли пӳлĕмре Мишăн пукан хыçĕнче çакăнса тăракан костюмне асăрхарĕ. Куçĕсем вырăн çинче çаппа-çарамас выртакан Мишăпа Зинăна пăраларĕç. Нина пуçĕ çаврăннине туйрĕ. Унтан вăл тăнне çухатрĕ.
Виçĕ кун хушши тăна кĕмесĕр система айĕнче выртрĕ вăл. Çав хушăра Миша та, Зина та пырса курмарĕç ăна. Пуçа вара тĕрлĕ шухăш пăтратрĕ. Епле-ха апла: чи çывăх юлташ вĕсен юратăвне çапла сĕмсĕррĕн таптама пултарчĕ. Савнă мăшăрĕ урăх хĕрарăмсемпе хăйне улăштарни чылай ун чĕрине кишĕкленĕччĕ. Зина çапла хăтланни ăна хуçсах пăрахрĕ. Ăна вăл хăйĕн пĕтĕм вăрттăнлăхĕсене каласа панă. Мĕнпур хуйха пĕрле пайланă. Вăл вара ăна итленçи туса ăшĕнче унран кулса пурăннă. Каçсерен Мишăпа алхасса унран тăрăхланă. Ывăлĕнчен те намăсланман. Володьăпа Петя пĕр парта хушшинче лараççĕ-çке-ха. Çемьесемпе те туслă пулнă.
Нина куççуль тумламĕсене юхма чараймарĕ. Пыра темĕн муклашки капланса сывлама чăрмантарчĕ.
* * *
Иван Петрович Тарасов вăхăта тахçанах пăтраштарса янă ĕнтĕ. Тепĕр чухне çĕрĕ-çĕрĕпех документсене пăхса ларма тивет. Çавăн пек пысăк фирмăна ертсе пыма, паллах, çăмăл мар. Таçта та асăрхануллă пулмалла. Сисчĕве çухатсан пĕрле ĕçлекенсем те улталама хăтланаççĕ. Рэкет текенни те чĕрене хускатсах тăрать. Сывлăшран укçа тума вĕреннĕ çамрăксене нихăçан та кăмăлламан вăл. Малтанах вĕсемпе тупăшма та хăтланнăччĕ. Вĕсем ыйтакан укçана памарĕ çеç мар, кун пирки милицие пĕлтерчĕ. Анчах икĕ хутчен «Волгисене» чĕртсе çунтарса янă хыççăн вăл та сиксе тухнă лару-тăрупа килĕшсе лăпланчĕ. Хăйне мĕскĕн те хăравçă çын тесе шутламасть Иван Петрович. Нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕскер мĕн пĕчĕкрен ĕçе кӳлĕннĕ. Шкулта та чи маттурри пулнă. Анчах самана туртса кăларнă пурнăçран аякра пулаймăн. Юхăма хирĕç каяймăн: Иван Петрович та фирма вырнаçнă тăрăхра пурăнакан çамрăксене укçа пама пуçларĕ. Капла шанчăклăрах та: лешсем укçа тӳлекен фирмăсене хăйсен хӳтлĕхне илеççĕ.
Çур çĕр çитнине систерсе авăтнă «куккук» сасси çеç ăна ĕçĕнчен «вăратрĕ». Докуменчĕсене пуçтарнă май Иван Петрович ыран тумалли ĕçĕсем пирки шухăшларĕ. Тимлĕхе, йĕркелĕхе юратать вăл. Пур çĕре те хăй çитме ĕлкĕрет. Шанмасть теме те пăхаççĕ ун пирки фирмăра. Анчах Иван Петрович шанманран мар, мĕн пĕчĕкрен ĕçе тĕплĕн тума вĕреннĕрен çапла тăвать. Ыттисем пек, киле те васкамалла мар унăн. Çамрăк чухне çемье пирки шутласах кайман вăл. Халĕ çулсем иртнĕçемĕн кампа та пулин калаçса чуна йăпатас, ăнăçусемпе çитĕнӳсене пĕрле сӳтсе явас килет. Хĕрарăмсем чылай пулнă-ха ун пурнăçĕнче. Анчах вăл пĕрне те чĕререн кăмăлламан. Хăшĕсене укçа çеç кирлĕ пулнă унран. Теприсем «Волгăпа» ярăнса чунĕсене килентернĕ. Уйăх каялла тĕл пулнă Нина вара ун сӳннĕ туйăмĕсене çĕнĕрен вăратрĕ. Астăвать-ха Ваня: Нина ун чухне шап-шурă кĕпепеччĕ, уринче те шурă туфли. Йăм хура çӳçне çурăм хыçнелле сапаласа янă. Унпа ташлакан каччă та япшар. Питĕ илемлĕ мăшăр тесе ăмсанса пăхрĕ вĕсем çине Ваня. Кĕвĕ майăн хĕрĕн кĕпи те, çӳçĕсем те вĕлкĕшеççĕ. Хура куçĕсем хăйпе ташлакан каччă çине ытарайми пăхаççĕ. Çак хĕр ташши, унăн кулли каччă чĕрине вырăнтан хускатрĕ, юрату туйăмне çуратрĕ. Анчах телейсĕр пулчĕ ун вăрттăн юратăвĕ: кĕçех вăл çав мăшăр арăмĕпе упăшки пулнине пĕлчĕ. Чылайччен манаймарĕ вăл çав шурă кĕпеллĕ хĕре. Кайран, вăхăт иртнĕçемĕн, туйăмсем майĕпен сĕвĕрĕлчĕç. Анчах шăпа пӳрмен иккен вĕсене пĕр-пĕрне тĕл пулмасăр пурăнма. Илемлĕхне çухатман Нина ун чĕрине çĕнĕрен хускатрĕ. Вăл Михаил Григорьевич Ильин мăшăрĕ пулнине пĕлсен шанчăк çуралчĕ. Лешĕн ĕçĕсем юлашки вăхăтра ăнсах пыманнине пĕлет вăл. Хĕрарăмсемпе эрех чылаях пушатрĕç пулас ун кушелне. Анчах улшăнман-ши Нинук? Ытла та çепĕçчĕ вăл хĕр чухне. Шӳтлесе каланă сăмахшăнах хĕрелсе каятчĕ. Икĕ питçăмартийĕ пăт путатчĕ хĕрĕн ун пек чухне. Каччăн чĕрине ыраттаратчĕ.
Ирхине фирмăна çитсен те Нинăн сăнарĕ ун куçĕ умĕнчен каймарĕ. Ăшĕнче каçхине Ильинсем патне кайма сăлтав шырарĕ.
— Иван Петрович, сирĕн пата темĕнле хĕрарăм килчĕ. Хăй питĕ васкать, — пӳлĕм алăкне шаккамасăрах кĕрсе тăчĕ çав вăхăтра фирма пуçлăхĕн çумĕ Кирилл Николаевич. — Сире аван пĕлет пулас вăл. Эсир ĕçлĕ пулĕ тесе секретарь ăна ман пата кĕртсе янă.
Пӳлĕме кĕç вăтам çулхи самăртарах хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Иван Петрович ĕçне пăрахсах пукан çинче тӳрленсе ларчĕ. Тахçан илемлĕ те пулнă пулас унăн сăнĕ: çӳхе тутине писевленĕ, каçăр сăмси те пичĕпе килĕшӳллĕ, пысăк кăвак куçĕсенче çеç темĕнле ютшăну, сивĕлĕх.
— Каçарăр, Иван Петрович, сире чăрмантарнăшăн. Мана Зина, Зинаида Ильинична Смирнова тесе чĕнеççĕ.
Хĕрарăмпа алă тытса паллашнă хыççăн Иван Петрович ун çине татах та сăнарах пăхрĕ. Таçта курнă пек те туйăнчĕ ăна. Анчах ăçта курнине ниепле те аса илеймерĕ. Ятне те илтнĕ пек туйăнать.
— Мана паллаймарăр-и эсир? — ун шухăшне пĕлнĕ пекех ыйтрĕ хĕрарăм. — Астăватăр-и, эпир сирĕнпе пĕрле тăватă çул каялла Астрахане пăрахутпа пĕрле кайнăччĕ.
Чăнах та, ĕçрен кăшт та пулин канса илем тесе Иван Петрович пăрахутпа çулçӳреве кайнăччĕ. Вăтăрăн ытлаччĕ вĕсем пăрахут çинче. Çемьесенчен вăхăтлăха уйрăлнăскерсем, иккĕмĕш куннех пĕр-пĕринпе паллашса çитрĕç, «çĕнĕ çемьесем» йĕркелерĕç. Иван Петрович та хăйне валли часах çул юлташĕ тупрĕ.
— А-а, Зина, — тинех аса илчĕ вăл умри хĕрарăма. — Каçарăр тархасшăн вăхăтра аса илейменшĕн. Мĕн сăлтавпаччĕ эсир ман пата?
Иван Петрович официаллăрах ыйтни Зинăна калас сăмахĕсене каялла çăтгарчĕ. Вăл пĕр хушă, калас-ши, калас мар-ши тенĕ пек, шута кайса тăчĕ.
— Эсир кунта ĕçлени пирки эп ăнсăртран пĕлтĕм, — хăйне кунта илсе çитернĕ ĕмĕтне пурнăçламах шутларĕ хĕрарăм. — Мана сирĕн çинчен Миша... Михаил Ильин каласа пачĕ.
Çур сехет хушши калаçрĕ Зинаида Ильинична. Çав вăхăтра Иван Петрович ун пурнăçĕ çинчен йăлт пĕлчĕ. Зина уйрăмах упăшкинчен мĕншĕн уйрăлни пирки нумай калаçрĕ. Лешĕ укçа тума пĕлменскер иккен, юлашки вăхăтра ĕçме пуçланă, арăмĕпе ачисене те хĕнет. Ăна вара умра ларакан арçын пеккисем, пурнăç çулĕпе тан утаканнисем, килĕшеççĕ иккен. Калаçнăçем Зина куç харшисене вылятса Иван Петрович çине пăха-пăха илет. Пĕр чарăнми, радио пек, калаçакан хĕрарăм хăйпе малтанхи çыхăнусене çĕнĕрен пуçарасшăн пулнине тӳрех ăнланчĕ арçын. Ун умĕнче шăпах вăл чăтма пултарайман хĕрарăмсенчен пĕри ларать.
— Пĕр хулара пурăнса та тăватă çул пĕр-пĕрне курман та, тен, ку тĕлпулăва пирĕн паллă тумалла мар-и? Пырăр ман пата каçхине, калаçса ларăпăр. Пĕччен пурнăç йăлăхтарсах çитерчĕ. Эсир те миçе çул пĕччен пурăнатăр, авланас темен.
Хыçран чупакан хĕрарăмсене Иван Петрович нихăçан та килĕштермен. Вĕсене хăйĕнчен укçа та пурлăх çеç кирлине пĕлнĕ вăл. Анчах çемьесĕр арçын тепĕр чухне хăйне вĕсемпе килĕшнĕ пек тăватчĕ. Пушă хваттере таврăниччен хăнана та кайкалатчĕ. Вĕсенчен пĕри те арçын чун-чĕринче вырăн тупайман. Пĕр каçлăх тетте пулнă вĕсем ун аллинче. Ăнсăртран тĕл пулнă Нина çеç ун ăшĕнче çĕнĕ шанчăк çуратрĕ. Ăна пуянлăх улăштарайманнине туйрĕ вăл. Ун чĕринче пурнăçа улăштарас, çĕнĕрен пурăнма пуçлас ĕмĕт çуралчĕ.
— Çук, Зинаида Ильинична, пăрахут çинчи тĕлпулу çинчен эп тахçанах маннă. Манăн халĕ урăх пурнăç. Упăшкупах çураçса пурăнма тăрăшăр, сирĕн ывăл ӳсет.
Зина тухса кайнă хыççăн часах лăпланаймарĕ Иван Петрович. Куç умĕнче — Нина. Вăл ун çине салхуллă пăхать. Анчах мĕн-ши ун чунĕнче?
Упăшки больницăна пачах килсе курманни мар, ачисем пирки чĕре ыратни канăç памарĕ виçĕ эрне больницăра сипленекен Нинăна. Зиновий урлă çеç вăл лешсем шкулта йĕркеллех вĕреннине пĕлчĕ. Вĕсене Миша ямасть иккен больницăна.
— Вăл эс ачасене каласа парасран хăрать. Упăшкушăн кулянса ан хуçăл, — лăплантарчĕ ăна Зиновий. — Зинăпа иккĕшĕ вĕсем пĕр мăшăр.
Зиновий тĕрĕссине калать пулин те ун сăмахĕсем Нинăна лăплантармарĕç. Юратнă çыннипе чи çывăх тусĕ çапла хăтланнине ун чĕри ăнланасшăн пулмарĕ. Çĕрĕн-кунĕн куççулĕ юхрĕ. Чарас тесен те чарăнмарĕ вăл. Хăйĕн телейсĕр шăпишĕн ĕсĕклерĕ. Больницăран сипленсе тухсан та килне таврăнас килмерĕ ун. Пĕр хушă урамра уçăлса çӳренĕ хыççăн çапах та хăйне хистесех хваттерелле уттарчĕ. Подъезд умĕнче ларакан хĕрарăмсем хăй çине сăнаса пăхнине туйрĕ вăл. Нина вĕсене ăнланчĕ: вĕсемшĕн вăл укçа çинче иртĕхсе пурăнакан çеç. Ун чĕринче мĕн пурри, хваттерте мĕн пулса иртни никама та кирлĕ мар. Нинăпа ачисем мĕн тăхăннине, çăмăл машинăпа ярăннине çеç кураççĕ вĕсем. Нина валли упăшкин пурнăçĕнче вырăн çуккине, телей пуянлăхра маррине каласа ăнлантарас килчĕ ун. Анчах ăнланĕç-ши вĕсем çакна?
Хваттерĕнче Миша çуккине курсан Нина савăнчĕ. Ачисемпе тăраниччен калаçма никам та чăрмантармарĕ ăна. «Эп тирпейлĕхе юрататăп, хваттерте ялан йĕрке пултăр», — текен Миша хваттере юхăнтарса янă иккен. Ваннăйĕнче хура кĕпе-йĕм хума вырăн та юлман, сĕтел çинче таса мар савăт-сапа, сĕтел-пукан çинче тусан.
Çĕрле çеç таврăнчĕ Миша киле. Вăл ăçта кампа пулнине те ыйтмарĕ Нина. Ачисене хăй çумне çупăрласа йĕчĕ. Пĕрремĕш хут упăшкине хăй куççульне кăтартас темерĕ вăл. Чĕрене вара сирсе яма май çук çил-тăвăл лăскарĕ.
Арăмĕ больницăран тухни çинчен Зина пĕлтерсен Миша килне таврăнмарĕ. Мĕн калĕ вăл арăмне? Мĕнле сăмахсем каласа тӳрре тухĕ? Халиччен суеçтерсе пурăнма май килнĕччĕ. Хальхинче вара хăй курчĕ-çке. Тепĕр тесен, мĕншĕн ун умĕнче тӳрре тухмалла? Вăл çемьене укçасăр лартман. Сĕтел çинче яланах ĕçмелли-çимелли пулнă. Тата мĕн кирлĕ хĕрарăма? Зина патне кайни аван мар паллах. Анчах кунта та Нинăн айăпĕ пур. Ӳсĕр килнĕ арçынна чĕнмелле марччĕ ун. Вăл миçеччен çӳренипе ун ним ĕç те çук. Арçын тепĕр чухне вăхăтра таврăнманнишĕн çапла харкашмалла-и хĕрарăмăн? Миша хайĕн айăпне йышăнмарĕ. Нинăн çилли нумая пыманнине те аван пĕлет вăл: кăшт макăрса илет те ăшă сăмахсем илтсенех лăпланать. Михаил Григорьевича пăшăрхантаракан тепĕр сăлтав та пур паян: юлашки вăхăтра ун ĕçсем ăнсах пымаççĕ. Нина сутма пулăшнă эрехшĕн илнĕ укçана пĕр фирмăна колхозсенчен çĕрулми туянма панăччĕ. Анчах лешсен çĕрулмийĕ çул çинче шăнса кайнă. Ăна халĕ ниçта та йышăнасшăн мар.
— Мĕн тăвăпăр, Анатолий? — ыйтрĕ вăл тахçантанпах пĕрле ĕçлекен юлташĕнчен. — Манăн вĕт запасра укçа çук.
— Эпĕ те сан пекех ĕçлесе тупнă укçана йăлт ĕçсе ярса пынă, — хĕсĕкрех куçĕсене выляткаларĕ Анатолий.
— Пустуях сире итлерĕм, — сăмах чĕнмесĕр чăтаймарĕ Виталий те. — Кăшт та пулин хăвармаллаччĕ запасра укçа. Халĕ мĕн тес арăма? Кашни уйăхра вунă пин памасан вăл мана çисе ярать.
Анатолийпе Виталий мăшăрĕсене аван пĕлет Миша: вĕсем патĕнче темиçе хутчен те хăнара пулма тӳр килнĕччĕ. Яланах савăк çӳрекен арăмĕсемшĕн вĕсене ăмсаннă та. Вĕсем укçа хакне, ун пурнăçри вырăнне аван пĕлнĕ. Нинăпа вара вĕсем ку енĕпе пĕр чĕлхе тупаймарĕç.
— Ытлашши хумханса ан ӳкĕр-ха эсир. Тен, мĕн те пулин шутласа тупăпăр.
— Эс пирĕн пуçлăх, шухăшла.
Миша фирма пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа нумай та вăхăт иртменччĕ-ха. Малтанхи чĕре ыратнăран пăрахрĕ пуçлăхра ĕçлеме. Хăй вырăнне Мишăна хăварчĕ. Пуçлăхсемпе калаçма пĕлетчĕ ĕнтĕ лешĕ. Паллă кунсенче Николай Ивановичăн мăшăрĕпе ачисене хаклă парнесем те пама манмастчĕ. Хăв пуçлăхра ĕçленĕ чухне вара йăпăлтатнипех укçа тăваймăн. Кунта шухăшлама, чупса çӳреме, тепĕр чухне ал çине хурса пама та тивет. Çĕрулми туянма панă укçа харама кайсан фирма тек ура çине тăраймассине те аван чухлать Михаил Григорьевич. Анчах кун çинчен пĕрле ĕçлекенсене пĕлтерме шикленет.
— Налогсене те тӳлеме вăхăт, унсăрăн пенисем ӳсеççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ халиччен чĕнмесĕр ларнă бухгалтер, Галина Васильевна Егорова. — Банкран илнĕ ссудăна та парса татмалла. Капла ӳрĕк-сӳрĕк ĕçленипе эпир пурте кĕçех хутаç çакса ыйткалама тухса каятпăр.
Галина Васильевна сăмахĕсем тĕрĕссине хăй те аван пĕлет Михаил Григорьевич. Анчах халлĕхе ку лару-тăруран çăрăлса тухмалли мел шыраса тупаймасть. Çĕрулми туянса тăкакланă укçана тек каялла тавăраймăн, çĕрнĕ çĕрулмине те никама сутаймăн. Инкеке тата вăл халиччен ĕçлесе-сутса тунă укçана йăлт ĕçсе ярса пынă, хăшĕ-пĕрисем пек ылтăн çине те куçарман.
Килĕнче те кăмăлĕ уçăлмарĕ ун. Зина патне те, темиçе хутчен чĕнчĕ пулин те, чунĕ туртмарĕ. Нинăпа та калаçас килмерĕ ун. Арăмĕ те сăмах хушмарĕ ăна. Куншăн вăл хĕпĕртерĕ çеç.
Ирхине ирех Мишăна телефон шăнкăравĕ тарăн ыйхăран вăратрĕ.
— Михаил Григорьевич, килĕр-ха хăвăртрах ĕçе, кунта сире налог инспекцийĕнчен, банкра ĕçлекенсем кĕтеççĕ, — Галина Васильевна калаçать иккен.
Пӳлĕм алăкĕ патне пырсанах Миша шалта хĕрӳ калаçу пынине туйрĕ.
— Эсир пире вăл укçана тавăрса параймастăр, — илтрĕ вăл хĕрарăм сассине. — Çавăнпа та сирĕн фирмăна хупса ун пурлăхне сутма тивет.
— Тăхтăр-ха эсир, часах Михаил Григорьевич килет. Пĕрле канашлăпăр, — лăплантарасшăн вĕсене Галина Васильевна.
Хаяр сăмахсене илтсен Мишăн чĕри шартах турĕ. Фирмăна туртса илсе унта ĕçлекенсене укçасăр, ĕçсĕр хăварсан ăна пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем нихăçан та каçармĕç. Мĕнле-ха капла, Николай Сидорович ĕçленĕ чухне чиперех пыратчĕç ĕçсем. Пин çумне пин хутшăнатчĕ. Налогсене те вăхăтра тӳленĕ. Халĕ вĕсене вăхăтра тӳлеменнипе пени хушса пани фирма ĕçне пушшех путлантарчĕ. Çак лару-тăруран тухма мел шыраса тупаймарĕ Миша. Ун куçĕ умне нумай пулмасть туяннă икĕ пӳлĕмлĕ хваттерĕ тухса тăчĕ. Мĕн чухлĕ пурлăх унта унăн. Ăна вăл арăмĕнчен, юлташĕсенчен вăрттăн туяннă. Сахал мар хĕрарăмсемпе алхаснă вăл унта. Фирма укçи те пайтах кайнă вăл хваттере. Ăна сутсан та банка тӳлеме укçа çитмĕ. Эппин, фирмăна хупмах лекет.
Виталийпе Анатолий те, Галина Васильевна та сиввĕн сывпуллашрĕç унпа, урам шăлаканра ĕçлеме сĕнсе хăварчĕç.
* * *
Уроксем вĕçленнĕ пулин те Нина Николаевна киле васкамарĕ. Йывăр предметах мар ун предмечĕ: вăл аслă классенче географи вĕрентет. Вĕрентӳ пособийĕсенчи темăсене те ĕнтĕ тахçанах пăхмасăр пĕлет. Çапах та кашни уроках тĕплĕн хатĕрленет вăл. Интернатра вĕреннĕ чухне час-часах тупăшса илетчĕç вĕсем Ирăпа çакăн пирки. Лешĕ уроксене яланах çиелтен хатĕрленетчĕ те урама тухса чупатчĕ. Нинăна вара нихăçан та урам илĕртмен. Вăл яланах вулатчĕ. Вăтам шкула та пĕр «тăваттăсăр» пĕтерчĕ. Çавна май пединститута та экзаменсăрах илчĕç ăна вĕренме. Астăвать-ха Нина: экзаменсем вăхăтĕнче вăл час-часах чӳречерен пăхса ларатчĕ, иртен-çӳренсем çине ăмсанса пăхатчĕ. Часрах институтран вĕренсе тухма, ĕçлеме пуçлама ĕмĕтленетчĕ. Акă халĕ ĕнтĕ вăл ирĕклĕ. Халĕ вăл мар, ун куçĕнчен тинкерсе пăхаççĕ мăшăр куçсем. Çамрăклăх вăхăтне самантлăха та пулин тавăрас, юлташĕсемпе калаçас килет Нинăн.
Халиччен уроксем хыççăн яланах килне васканă Нина Николаевнăн паян шкултан тухас килмерĕ. Туртмарĕç ăна урисем киле. Мишăпа тĕл пулас саманта кăшт та пулин тăсас тесе хула урамĕпе çуранах утрĕ вăл. Тăватă пӳлĕмлĕ хваттерти япалисем те уншăн ют. Сывлăш çитмест унта. Кашни кун пулса иртекен калаçу йăлăхтарчĕ ăна. Халĕ вăл Миша ĕçрен таврăнасса та малтанхи пек кĕтмерĕ. «Кĕçĕр ан таврăнтăрччĕ», — тесе ĕмĕтленсе выртрĕ. Сивĕнчĕ ун чунĕ Мишăран. Кӳренӳ-тарăхăва сирес тесе те пăхрĕ вăл, анчах куçĕ умне яланах Миша хăйне хĕнени, унăн çиллес сăнĕ, Зина хваттерĕнче пулса иртни тухса тăчĕ. Çапах та киле таврăнмаллах. Вăйпа хистерĕ вăл хăйне хваттерне таврăнма. Унта унăн ачисем. Вĕсем амăшне кĕтеççĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Нинăн пĕртен-пĕр шанчăкĕ, телейĕ.
Килте ют çын пуррине хваттерне кĕрсенех туйрĕ Нина: ачисем шавлани те илтĕнмест, алăк умĕнче ют туфли.
— Салам, Нина Николаевна, каçарăр хăнана чĕнмесĕр килнĕшĕн.
Пӳлĕмрен тухакан Иван Петрович Тарасова курсан Нина пĕр самант хытса тăчĕ. Мĕн кирлĕ ăна кунта? Миша патне килнĕ-ши?
— Салам, анчах кăлăхах кĕтетĕр эсир Мишăна. Вăл часах таврăнмасть.
— Эп сан пата килнĕ. Миша паян вуçех те таврăнмасть киле, — алăри чечек çыххине Нинăна тыттарчĕ Иван Петрович. — Вĕсен фирмине банкрот тесе йышăнчĕç. Миша ӳсĕрччĕ. Зинаида Ильиничнăпа иккĕшне хулара тĕл пултăм.
Темиçе уйăх каялла çак сăмахсене илтнĕ пулсан Нинăн чĕри пăчăртанса ыратмалла. Ун ăш-чикĕнче халĕ пĕр хускану та пулмарĕ. Ку Нинăна савăнтарчĕ. Эппин, Миша тек ун чĕринче çук.
— Нина, сан пата киличчен эп чылайччен шухăшларăм. Эс Михаил Григорьевич мăшăрĕ пулнăран сана улшăннă пулĕ тенĕччĕ. Сан çинчен тĕрĕссине пĕлме Зинаида Ильиничнăпа коньяк ĕçме те лекрĕ. Больницăна та пынăччĕ сан пата, анчах аманнă чĕрӳне хускатас темерĕм. Эсĕ ман чĕрери сӳннĕ туйăмсене çĕнĕрен хускатрăн, Нина.
Нина арçын çине нимĕн ăнланмасăр пăхса тăчĕ. Мĕн ку? Ăна анчах кӳрентерчĕç, ун туйăмĕсене таптарĕç, вараларĕç, чĕрине ĕмĕрлĕхех шăнтрĕç. Халĕ вара çав пурнăçа çĕнĕрен таврăнма сĕнеççĕ. Çук, нихăçан та пулмĕ ку. Нина тек нихăçан та, никама та юратмĕ.
— Иван Петрович, хитре сăмахсем хыççăн кайма эп вунçиччĕри хĕр мар тек. Эпĕ сире, арçынсене, шанмастăп. Эсир пурте ултавçăсем. Хĕрарăм сирĕншĕн тарçă вырăнĕнче çеç. Ачасене, ĕçе парăп хам юратăва.
— Нина, сан пек кăмăллă хĕрарăма эп ĕмĕр таршшĕпех шыранă. Укçа-тенкĕ манăн çителĕклĕ. Пул ман мăшăр. Эс мана тивĕçтеретĕн.
— Эсир мана тивĕçтерместĕр. Укçа пирки сăмах ан пуçарăр. Вăл ман пурнăçа пăсрĕ, чуна чуллантарчĕ. Эп нихăçан та укçана хапсăнман. Укçа нихăçан та никама та телей кӳмен. Ăçта укçа — унта куççулĕ. Хăвăр валли мăшăр хăвăр ушкăнра шырăр. Каçарăр тӳрккес сăмахсемшĕн, сывă пулăр.
Иван Петровичпа çапла тӳрккес калаçнăшăн хăйне ӳпкелемерĕ Нина. Вăл та Миша пекех укçашăн çунакан çын пек туйăнчĕ ăна. Çавнашкал арçынтан пĕрре инкек тӳснĕ хĕрарăм чĕрине çепĕç сăмахсем ăшăтаймарĕç. Чĕререн юратнăччĕ вăл Мишăна. Тен, ачисенчен те ытларах хакланă. Ун сывлăшĕпе сывланă, ун пурнăçĕпе пурăннă. Вăл вара ăна ытларах чышкипе «юратрĕ». Юратакан чĕрене пăрлантарчĕ. Арăмĕпе ачисене укçапа улăштарчĕ. Чун-чĕре туйăмĕсене шута илмерĕ. Унăн пĕртен-пĕр тĕллевĕ те укçа нумайрах ĕçлесе илесси. Анчах укçа хăйнех тĕп турĕ ăна. Мишăна фирмăна панкрута кăларнă хыççăн коммерци ĕçĕпе вăй хуракансем хисеплеменнине пĕлет вăл. Анчах ун чĕринче хĕрхенӳ те, савăнăç та пулмарĕ. Ун чĕри пăрланчĕ.
* * *
Икĕ çул иртрĕ унтанпа. Çурма вилĕ çын пек туйрĕ хăйне Нина Николаевна çав çулсенче. Ирхине ачасемпе шкула васкарĕ, уроксем хыççăн та вĕсем киле пĕрлех таврăнчĕç. Анчах кил теес килмест Нинăн хăй пурăнакан хваттере. Мишăпа вăл ачисен ашшĕ пултăр тесе çеç пурăнчĕ. Каçсерен килне таврăнас килмерĕ. Арăмĕ улшăннине упăшки те сисрĕ. Нумай укçа çинче пурăнма вĕреннĕскере хальхи пурнăçĕ савăнтармарĕ ăна. Пĕр предприятине цех мастерĕ пулса ĕçлеме вырнаçрĕ вăл. Укçа вăхăтра паманни, арăмĕпе ачисем сивĕнни тарăхтарчĕ ăна. Хĕнесе те пăхрĕ арăмне. Анчах Нина малтанхи пек куççулĕ юхтармарĕ: упăшки хĕненине шăла çыртса чăтрĕ. Сăмахпа та нимĕн те каламарĕ. Мишăна ку пушшех уртарчĕ. Амăшне хӳтĕлекен ачисене те тиркемерĕç чышкисем.
Канмалли кун Миша çĕнĕ юлташĕсемпе час-часах çухалса çӳренине пĕлсе Нина хваттере тирпейлеме шутларĕ. Ачисем те юрла-юрла ĕçлерĕç унпа пĕрле. Миша çук чухне хăйне ирĕклĕ туять Нина. Ăшри хуйхине юрăпа пусарать. Пӳлĕме тирпейлесе кĕпе-йĕм çуса пĕтерчĕ çеç — хваттерте шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ: Зина иккен.
— Нина, тархасшăн каçар мана, — пӳлĕме кĕнĕ-кĕмен Нинăн мăйĕнчен уртăнчĕ Зина. — Çӳреме пăрахтар упăшкуна ман пата. Куратăн-и, мĕнле хĕнесе пĕтерчĕ. Ку çеç те мар-ха, урăх хĕрарăмсем илсе пыма пуçларĕ хваттере.
Зинăн куçĕсем чăннипех те кăн-кăвак иккен. Хăйĕнчен эрех шăрши кĕрет.
— Каçар та, Зина, эс хăвна валли хăв шыраса тупнă. Мана тек Миша кирлĕ мар. Вăл паян пирĕн патран тухса кайсассăн та хурланас çук. Сан хăвнах шухăшламалла пулнă. Пĕрре аяккалла пăхма вĕреннĕ арçын сана улăштармĕ терĕн-им?
Çынна хĕрхенме вĕреннĕ Нина çапах та тӳсеймерĕ: тахçан туслă пулнă тантăшне тĕпеле илсе кĕрсе чейпе хăналарĕ, лăплантарса кăларса ячĕ.
Зинăна хăйĕн шăпи пырса тивнĕшĕн савăнмарĕ вăл. Хĕрарăмсен айванлăхĕ, арçынсен сăмахне чĕрене илме вĕренни тарăхтарчĕ ăна. Çутçанталăкĕ çапла туса янă пулас хĕрарăма: пурне те хĕрхенмелле, лăплантармалла, пулăшмалла. Чунĕ тăвăнса килнипе хваттерте тăрас килмерĕ Нинăн: ачисене уроксене хатĕрленме хушса хăварчĕ те урамалла тухрĕ.
Çутçанталăк çеç ниме пăхмасăр ешерет. Вăхăт малаллах шăвать. Пĕр самантлăха та пулин чарасчĕ ăна. Çук, вăл никама та пăхăнмасть. Сивĕ хĕл хыççăн ак каллех çуркунне çитрĕ. Таврара çĕмĕрт шăрши сăмсана кăтăклать. Чĕрере ырă варкăш хускатать. Çул пăрлак пулнăран асăрханса утрĕ Нина. Çул çинче тĕл пулакан çамрăк мăшăрсем çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр ăмсанса пăхрĕ. Вĕсем çынсем хушшинчех хăйсене хăюллă тытни тĕлĕнтерчĕ ăна. Ăмсану туйăмĕ те часах сирĕлчĕ ун. Мишăпа иккĕшне те чылайăшĕ ăмсаннă мар-и. Ăнчах нумая пымарĕ çав телей: Миша çăмăлттайлăхĕ пурнăçа йăлт аркатрĕ. Çиелтен çеç телейлĕ мăшăр пек курăнчĕç вĕсем. Ашра, çемьере мĕн пулса иртнине никам та пĕлмен.
— Каçарăр та, Иванов театрне мĕнле çитмелле-ши? — шухăша путнă хĕрарăма шартах сиктерчĕ хулăн сас.
Нина хăйне сăмах хушакан арçын çине çаврăнса пăхас тенĕччĕ çеç — пăр çинче шуса кайнипе тайăлнă кĕлеткине ури тытса чараймарĕ, вăл мелсĕр ӳкрĕ. Çакна курса тăнă арçын хăй айăпне туйса хăвăрттăн Нина умне пĕшкĕнчĕ, тăма пулăшасшăн пулчĕ. Сылтăм ури çине пуссанах хĕрарăм хытă ыратнипе кăшкăрса ячĕ: ури хуçăлнă иккен ун. Хăйне больницăна ăсатнине те, урине гипсланине те тĕлĕкри пек çеç туйса выртрĕ Нина. Ирхине куçĕсене уçсан хăй умĕнче шурă халат тăхăннă хура куçлă çамрăк арçынна асăрхарĕ.
— Фу, — тарăннăн сывласа ячĕ вăл Нина куçĕсене уçнине курсан, — эпир сире вилсе каятăр пулĕ тесе. Талăк çурă çывăртăр вĕт.
Нина именнипе хĕрелсе кайрĕ. Куçĕсене аяккалла тартрĕ.
— Ну-ну, ан именĕр. Мана Сергей Николаевич тесе чĕнеççĕ. Эп сирĕн врач. Тепĕр эрнерен ак хăвăра лайăх тытсан ташлама пуçлатăр.
Эрне иртсен ташлаймарĕ пулин те костыльсемпе утса çӳреме пуçларĕ Нина. Ачисем, Зиновий тăтăшах килсе çӳрени те ăна хăвăрт сипленме пулăшрĕ пулас. Иван Петрович та Нина патне час-часах кĕрсе тухрĕ. Кашнинчех чечекпе килсе кĕчĕ вăл палатăна. Кăмăлĕ хăй май çаврăнасса кĕтнине туйрĕ Нина. Анчах чĕрине ăна юратма хистеймерĕ. Туртмасть Нинăна Иван Петрович патне. Юлашки вăхăтра вара вăл Сергей Николаевич хăйсен палатине килессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕ. Ку малтан часрах сывалса киле таврăнас кăмăлĕ пысăк пулнăран пулĕ терĕ. Анчах çак хĕрĕнни пек çӳхе туталлă арçынна курмассерен ун чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ. Хăйĕнчен чылай аслăскерне яланах курас килчĕ. Сергей Николаевич та Нина патне кунне темиçе хутчен те кĕрсе тухать. Апат мĕнле çинипе, ура мĕнле сипленсе пынипе интересленет. Пĕррехинче тата Нина выртакан вырăн çинех пырса ларчĕ те хĕрарăмăн юн таппине тĕрĕслес шутпа ун аллине тытрĕ. Нина çав самантра хăй кĕлетки чĕтренине, куçĕ хуралса килнине, пуçĕ çаврăннине туйрĕ. Хăй тахçанах арçын ăшшине курманнине аса илчĕ Нина. Кĕлетки хăйне сутнăшăн аванмарланчĕ. Арçын та хĕрарăм улшăннине туйрĕ пулас: Нина çине тем ыйтнăн сăнаса пăхрĕ. Кĕç Нина хăй мĕн тунине хăй те ăнланса илеймерĕ: аллисемпе арçынна мăйран ыталаса илчĕ те антăхса кайса чуптума пуçларĕ. Палатăра никам та çукки хăюлантарчĕ ăна. Сергей Николаевич та хĕрарăма хыттăн пăчăртаса хăй çумне çупăрларĕ, ачашшăн тутинчен, куçĕсенчен чуптурĕ. Мĕн пулса иртнине иккĕшĕ те ăнланса илеймерĕç вĕсем. Икĕ кĕлетке туртăмĕ пуçри шухăшсенчен вăйлăрах пулчĕ. Кĕç Сергей Николаевич хăвăрттăн палатăран тухса кайрĕ. Икĕ кун пырса курмарĕ вăл Нинăна. Больницăран кăларнă кун та тĕл пулмарĕ ăна Нина. Хваттерне вăл сӳрек кăмăлпа таврăнчĕ.
Мăшăрне больницăран машинăпах илсе таврăнчĕ Миша. Хальхинче ачисемпе те, Нинăпа та вашават калаçрĕ. Мăшăрне эрне хушши пĕр ĕç тутармарĕ. Ĕçрен те вăхăтрах таврăнчĕ. Виçĕ уйăх ĕç укçи паманни çеç тарăхтарчĕ ăна. Нинăн итлес килмерĕ упăшкине. Пĕр шухăш канăç памарĕ ăна: мĕн пулчĕ сасартăк Сергей Николаевича? Мĕншĕн сивĕнчĕ вăл унран? Çамрăк хĕрарăм хăйĕн чĕри уншăн çеç çуннине аван ăнланчĕ. «Шăлавар тăхăннă киревсĕр чун» ун чунне çĕнĕрен хускатрĕ. Ачисемпе калаçса çеç йăпанăçне тупрĕ вăл.
Виçĕ эрнерен йăлтах сипленсе çитрĕ ун ури. Килте выртса йăлăхнăскер ĕçе хавас кăмăлпах тухрĕ. Вĕренекенсем те, пĕрле ĕçлекенсем те савăнсах кĕтсе илчĕç ăна. Ĕçре ăшри вăркав та сисĕнмерĕ. Хăйне те аванрах туйрĕ. Килĕнче Мишăпа тĕл пуласси, унпа калаçасси йĕрĕнтерчĕ ăна. Упăшки малтанхи пек командировкăсене çӳременшĕн хурланмаллипех хурланчĕ вăл халь. Анчах чун темĕнле сивĕнсен те киле таврăнмаллах: унта унăн ачисем амăшне кĕтеççĕ.
— Нина Николаевна, — шухăша кайнăскер, хăйне хыçалтан такам чĕннине илтрĕ вăл.
Нина çак сасса пин сасă хушшинче те уйăрса илмелле. Анчах ку тĕлĕкре пулĕ, аташма пуçламарăм-ши тесе пĕр самант пĕр вырăнта хытса тăчĕ.
— Нина, — илтĕнчĕ каллех хыçра, — мĕншĕн кӳреннĕ эс мана?
Нина хăй умĕнче чечек çыххи йăтса тăракан арçын еннелле çаврăнчĕ. Ăна каллех темĕнле асамлă вăй, чĕре те, ăс-тăн та чарма пултарайман вăй, арçын еннелле туртрĕ. Урамра иртсе çӳрекенсенчен те вăтанмарĕ вăл: Сергей çумнелле пăчăртанчĕ, кĕлетки тăрăх чуна сӳслентерекен хум чупрĕ, куçĕсем савăнăç куççулĕпе тулчĕç. «Акă мĕн иккен вăл телей», — пăшăлтатрĕ.
— Нина, эсĕ ĕçе тухасса кĕтсе илейместĕп пулĕ терĕм. Палатăна пырсан хам туйăмсене тытса чараймасран хăрарăм. Киле шăнкăравларăм, анчах упăшку пулас, ялан эс килте çук тесе пĕлтерчĕ. Мĕн турăн эс манпа? Сана курнăранпах хам валли канăç тупаймастăп.
— Пĕлместĕп эпĕ нимĕн те. Хама та темĕн пулчĕ. Эпир ĕнтĕ çамрăк çынсем те мар. Ывăлăм та кĕçех яш çын пулать. Намăс мана. Анчах хам туйăмсене чараймастăп. Чĕре итлемест мана.
Чылайччен уçăлса çӳрерĕç Нинăпа Сергей. Ахальтен каламан ваттисем: юратакансем вăхăта сăнамаççĕ. Каçхи пилĕк сехетре çеç таврăнчĕ Нина киле. Халиччен кун пек кая юлса таврăнман арăмĕн савăнăçлă сăн-питне курсан Мишăн куçĕсем хаярлăхпа тулчĕç.
— Ăçта çӳрерĕн çак таранччен?
— Педсовет пулчĕ, — упăшкине пĕрремĕш хут суйрĕ Нина.
— Ан суй, эп шкула звонить турăм, унта тахçанах никам та çук.
— Сан мĕн тесе мана шырамалла? Эп сана нихăçан та шыраса çӳремен. Лар килте кĕтсе, хăçан та пулин çавах килетĕп теттĕн. Эсĕ те лар мана кĕтсе. Эс мана хăв ăçта çӳренине нихăçан та отчет туса паман. Эсĕ те ан ыйт манран эп ăçта çӳренине, — сиввĕн тавăрчĕ упăшкине Нина. — Ан сыхласа çӳре ман хыççăн.
— Нина, — арăмĕн çиллине сирес тесе ăшшăн сăмах хушрĕ Миша, — пирĕн ачасем пур. Амăшĕ çапла киле час таврăнманнине курсан вĕсем мĕн шутлĕç? Эпир çапах та вĕсен ашшĕпе амăшĕ.
Çак сăмахсене миçе çул кĕтнĕ Нина. Вăхăтра кĕтсе илеймерĕ. Çĕр çинче пĕртен-пĕр хаклă çынни ун пурнăçне йăлт çапса хуçрĕ, çамрăклăхне, юратăвне таптарĕ. Çакăн хыççăн вăл арçынсене курайми пулчĕ. Халĕ, темиçе çул иртсен, ун чĕринче çĕнĕрен юрату çулăмĕ йăлкăшма пуçларĕ. Çук, никама та сӳнтерме памĕ вăл ăна. Сергей Николаевича аса илсенех ун кăмăлĕ уçăлчĕ. Мишăн сăмахĕсем тек хăлхана кĕмерĕç.
Кашни кунах уроксем хыççăн тĕл пулчĕç вĕсем Сергейпа. Нина унăн пĕр пӳлĕмлĕ хваттерĕнче темиçе хутчен те пулчĕ. Пурнăçĕ çинчен пĕлчĕ. Нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ иккен Сергей Николаевич. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пурте сывах. Пĕрремĕш мăшăрланăвĕ телейлĕ пулман ун: ача пулманран арăмĕ урăххи патне тухса кайнă. Шупашкартах пурăнать. Нина ун пурнăçĕнче иккĕмĕш хĕрарăм иккен. Вăл ăна пĕтĕм чĕререн юратать. Нина хăйне чи телейлĕ хĕрарăм вырăнне хурса хĕпĕртерĕ.
Чĕрери вăрттăн савăнăçпа пурăнакан Нина кунсем иртнине те сисмерĕ. Ачисем те ĕнтĕ тахçанах каникулта. Вĕсене хула урамĕсемпе пустуй чупса ан çӳреччĕр тесе вăл лагере кайса ячĕ. Зиновипе Зинăн ывăлĕ те унтах канать. Володьăна ăсатма пынă Зиновипе чылайччен калаçрĕ Нина. Зиновий тепре авланнă иккен. Зина эрех ĕçме пуçланă, арçынсене те тиркемест тесе пĕлтерчĕ ăна Зиновий. Нина та хăй пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Сергей Николаевич пирки çеç халлĕхе сас-хура кăларас мар терĕ.
— Пĕр енчен, шел мана Мишăна. Ачаран ĕç тĕлне пĕлсе ӳсменскере пурăнма та йывăр пулчĕ пулĕ. Ĕмĕрĕпĕх укçа çинче, пире ним вырăнне хумасăр пурăнап терĕ пулас. Анчах пурнăç ула теççĕ. Çĕр çаврака, йăлт хăй вырăнне каялла çаврăнса çитет, — Зиновипе сывпуллашнă май хурланчĕ Нина.
Ачисемсĕр питĕ кичем пулчĕ ăна хваттерĕнче. Сергей та отпуск илсе санаторие канма тухса кайнă. Миша çĕрĕн-кунĕн хваттертен тухмасăр ларни тарăхтарчĕ ăна. Ăçта кайса кĕчĕç икĕ-виçĕ çул каяллахи туйăмсем — Нина ку ыйту çине хуравлаймарĕ. Нина Мишăна чи хаклă çын вырăнне хунă. Яланах вăл мĕн каласса кĕтнĕ, ун куçĕнчен пăхнă. Çемçе кăмăллă çынсене пурăна киле асăрхами те пулаççĕ пулас. Яланах пуринпе те килĕшни, ăшри шухăша çиеле кăларма хăрани куçран ӳкерет. Миша хăйне урăх хĕрарăмсемпе улăштарнине хăй курса хăй ĕненсен улшăнма пуçларĕ Нина. Тек нихăçан та арçынсене ĕненмĕп, юратăва чĕрене кĕртмĕп тенĕччĕ. Анчах çак асамлă туйăм ăна итлемерĕ: вăйпах чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ. Нина хăй тĕрĕс мар тунине пуçĕпе ăнланчĕ пулин те — чĕри итлемерĕ ăна. Чĕлхе çинчен Сергей ячĕ каймарĕ. Ывăл çуралсан Нина ăна Сергей ят парсшăнччĕ — Миша килĕшмерĕ. Халĕ акă урăх Сергей тĕл пулчĕ ун пурнăçĕнче. Çак ятран хаклă ят çук пек туйăнчĕ ăна.
— Эп канмалли кунсенче пĕрле вĕреннĕ Ира патне каясшăн хăнана, — хаçат вуласа ларакан упăшкине пĕлтерчĕ вăл пĕр каç. — Апатне пĕçерсе хăварап, ăшăтса çиен.
— Хăнана мăшăрсем пĕрле çӳрекенччĕ, эс вара юлашки вăхăтра час-часах пĕччен çухалса çӳре пуçларăн.
— Санран тĕслĕх илетĕп. Эс нихăçан та хăнана пирĕнпе пĕрле çӳремен.
Çук, итлемерĕ упăшкине Нина. Тепĕр тесен, мĕнле упăшка вăл уншăн, енчен те пилĕк çул Нина унпа пĕр вырăн çинче выртмасть пулсан? Ют çынсемшĕн çеç вĕсем пĕр мăшăр. Чунĕсем вара тахçанах пĕр-пĕринчен сивĕннĕ. Пĕрле сӳтсе явмалли ыйту та çук вĕсен. Çитменнине шухăшĕсем те тĕрлĕрен. Ачисемшĕн çеç пурăнать вăл Мишăпа. Иккĕшĕ çеç чухне хваттерте сывлăш çитмест ăна. Миша калаçни, утса çӳрени ăна тарăхтарать, чунĕ урамалла, уçă сывлăшалла туртать.
Миша та арăмĕ улшăннине сисет. Хĕнесе те пăхрĕ вăл ăна. Хăй майлă çавăрас тесе йăпăлтатса та пăхрĕ. Анчах Нина чĕри çине çăраççи çакса янă тейĕн: нимĕн те чĕнмерĕ. Ун шухăшĕсене Миша пĕлеймерĕ. Ĕçĕ ăнса пыманни те тарăхтăрчĕ ăна. Фирмăна çăлса хăварас тесе икĕ пӳлĕмлĕ хватерне, унти япалисене сутни та çăлса хăвараймарĕ. Вĕсене сутса тупнă укçа парăмсене татма та çитмерĕ. Мишăн çапла хăй пĕр пус укçасăр тăрса юлнине ĕненес килмерĕ: ытти фирмăсенче хăй валли ĕç шырарĕ. Иван Петрович та пулăшасшăн пулмарĕ ăна. Вăй хурса ĕçлеме пĕлмен, иртĕхсе çеç пурăнакан арçын юлташĕсен шанăçне çухатрĕ. Виталипе Толя та тĕл пулсанах пăрăнса утаççĕ унран. Вĕсем ĕнтĕ хăйсем валли тахçанах урăх фирмăра ĕç тупнă. Çемье арканса пынине те сисет вăл. Арăмĕн шăнса пăрланнă чĕрине ăшăтма сăмах çитмест унăн. Унăн урăх арçын пуррине те туять вăл. Унсăрăн каçсерен таçта çухалса çӳремен пулĕччĕ. Малтанах тӳрре тухма тăрăшатчĕ. Анчах суйма вĕренменскер часах хĕрелсе кайса куçĕсене аяккалла тартать. Юлашки вăхăтра вара шăппăн килсе кĕрет те, нимĕн пулман пек, хваттерте утса çӳрет, ачисен урокĕсене тĕрĕслесен çывăрма выртать. Уйрăм çывăрса та йăлăхрĕ Миша. Анчах Нина яхăнне те ямарĕ.
Урама тухсанах Нина хăйне ирĕк туйрĕ. Пĕрле вĕреннĕ Ира патне каяп терĕ пулин те упăшкине — ун патне кайма шутламарĕ те вăл. Ку килтен пăрăнмалли сăлтав çеç пулчĕ уншăн. Ирăпа мăшăрĕ отпуск илсе яла кайнине те пĕлет вăл. Паян вăл Сергей Николаевич патне хăнана каять. Санаторирен темиçе хутчен те шăнкăравласа хăй тунсăхласа çитни çинчен пĕлтернĕччĕ Сергей. Нина çуралнă кун ячĕпе саламласшăн ăна, кĕтмен çĕртен пырса кĕрсе савăнăç кӳресшĕн. Парнине чылайччен суйларĕ Нина магазинта. Унтан, Сергей хваттерĕнче хăйне аса илтерекен япала пултăр тесе, пăлан кĕлеткине туянчĕ.
Вăл пырса кĕнĕ çĕре канакансем каçхи апатран таврăнатчĕç. Нина вĕсем хушшинче Сергея шырарĕ. Ыттисенчен çӳллĕскере часах асăрхарĕ вăл. Анчах лешĕ, лутрарах сарă хĕрарăмпа кулса калаçса пыраканскер, асăрхамарĕ-ха ăна. Унтан асăрхарĕ те Нина çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр хăраса пăхрĕ. Нина Сергей куçĕнче савăнăç курмарĕ. Вĕсем ăна сивлерĕç. Вăл хăйне те, Сергее та лайăх мар лару-тăрăва кĕртсе ӳкернине туйрĕ. Вырăсла калаçакан çамрăках мар хĕрарăм та вĕсем çине нимĕн ăнланмасăр пăхрĕ.
— Ку кам санăн... арăму-и? Эс авланман темерĕн-им вара? — аяккинчен тĕртрĕ вăл кăштахран çумри арçынна.
Нинăн куçĕсем тĕтреленчĕç. Хăй кунта килсе пысăк йăнăш тунине аванах ăнланчĕ вăл. Куççульне Сергейпа унăн çĕнĕ савнине кăтартас мар тесе кану çуртĕнчен чупнă пекех тухса вирхĕнчĕ. Сергей хăйне чĕннине те илтмерĕ вăл, хыççăн чупнине те курмарĕ: автобус чарăнакан вырăна ӳсĕр çын пек утса çитрĕ.
Акă уншăн иккĕмĕш çухату. Пĕрремĕшĕ хыççăн çĕнĕрен амаланнă юрату вăйпах кĕрсе вырнаçнăччĕ ун чĕрине. Нина хăйне чи телейлĕ хĕрарăм пек туйнăччĕ. Мĕнпур хуйхине унпа пайларĕ, ăна пĕр кун курмасан ăшĕ çунатчĕ, сассине телефонпа та пулин илтес килетчĕ. Халĕ вăл ырă тĕлĕкри пек çеç туйăнчĕ Нинăна. Ун туйăмĕсене тепĕр хутчен таптарĕç. Çук, Сергея айăпламарĕ вăл çапла пулса тухнăшăн. Хăй айванлăхĕшĕн, çынна сăмахран ĕненме пăрахманнишĕн хурланса йĕчĕ. Астăвать-ха Нина, интернатри пĕр ватă воспитательница вĕсене ялан: «Çынна сăмахне итлесе мар, ĕçне кура хаклăр», — тесе вĕрентетчĕ. Нина ун сăмахĕсене ăша илмерĕ. Ятне те маннă ав. Автобус килессе чăтăмсăррăн кĕтекен Нина Сергей сассине тĕлĕкри пек çеç илтрĕ. Тумне улăштарма та ĕлкĕрнĕ иккен вăл. Нинăна каялла таврăнма, куçа-куçăн калаçма чĕнет Сергей. Нина вара ун çине пăхма именчĕ. Куççулĕшĕн вăтанчĕ.
Хула урамĕпе утса пынă чухне çеç Нина шухăшĕсенчен «вăранчĕ». Атăл хĕрринчен инçех мар вырнаçнă чиркӳ патнелле утать иккен вăл. Унта кĕрсе Турăран çăмăллăх ыйтасшăнччĕ Нина — алăкĕ çинче çăраççи çакăнса тăрать. Сергейăн автобус çине ларас умĕн каланă сăмахĕсем ăна канăç памарĕç. «Арçынсен пулать вăл ун пекки... Эп сана çеç юрататăп.... Таврăнсан пĕрлешĕпĕр», — куçран пăхса йăлăнчĕ вăл Нинăна. Мĕнле хăять вăл юрату çинчен калаçма? Пĕлет-ши вăл юрату мĕнне? Юрату вăл ыталашса савăшни те, чуптуни çеç-ши арçынсемшĕн? Чĕрери туйăмсем ниме те тăмаççĕ-шим? Кама шанмалла, мĕнле пурăнмалла кун хыççăн?
Умра сарăлса выртакан Атăл Нина чĕринче ăшă варкăш çуратрĕ. Хумĕсем çырана киле-киле çапăнаççĕ. Анатран хăпаракан пăрахут çинчен илемлĕ кĕвĕ илтĕнет. Вăл Нинăна хăй патне чĕнет пек. Тикĕс Атăл ăна илĕртрĕ. Вăл çывăхарах пычĕ. Пристань патĕнчех шыва кĕме хатĕрленекен хĕрарăм çине иртен-çӳренсем тăрăхларах пăхрĕç. Хăшĕсем ку ӳсер мар-ши текелерĕç. Нина вĕсен сăмахне ăша илмерĕ. Ăна таврара мĕн пулса иртни пурте пурпĕрех пулчĕ. Вăл хăйĕн туйăм-шухăшĕсемпе çак пурнăçра хăйне валли вырăн тупаймассине, чун-чĕри вилнине ăнланчĕ. Ишме пĕлменскер, шывран хăранă пек нимрен те хăрамастчĕ вăл. Халĕ шыв ăна хăй патне туртнăçемĕн туртрĕ. Кĕлетки йăлт шыва путсан çеç куçĕ умне ачисем тухса тăчĕç. «Мĕнле пурăнĕç-ши вĕсем мансăр?» — çак шухăшсемпе Нина аллисемпе ишнĕ пек туса шыва чăмрĕ.
Тăванĕ-пĕтенĕ çукран нумай çын пуçтарăнмарĕ Нинăна юлашки çула ăсатма. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем чарăнми йĕрекен ачисене лăплантарчĕç. Вилтăпри умĕнче тăракан виçĕ арçын çеç таврара мĕн пулса иртнине курмаççĕ те тейĕн: пурте тарăн шухăша путнă. Кашнин аллинче Нина юратнă роза чечекĕсем. Анчах пĕри те ăна Нинăн вилтăприйĕ çине хума васкамарĕ. «Упрама пĕлеймерĕм сана, каçар. Ачасене аванах пăхса ӳстерĕп», — пăшăлтатрĕ пĕри. «Сана хам май çавăрма пултарайманшăн хама нихăçан та каçармăп. Пĕле тăркачах усал çынсенчен упраймарăм сана», — калаçрĕ тепри. «Капла пулса тухасса пĕлнĕ пулсан сана вăйпах хам патра хăварнă пулăттăм. Çавăншăнах вилмеллеччĕ-ши вара?» — шухăшларĕ виççĕмĕшĕ.
Нина вара хĕрлĕ çитсăпа карăнтарнă тупăкра хускалмасăр выртрĕ. Унăн çĕр çинче тӳрĕлĕхре те тасалăхра пурăннă чунĕ хăйне чылай хура-шур тӳстернĕ çынсенчен хăвăртрах леш тĕнчене — канлĕхпе лăпкăлăха — туртăнчĕ.