Пуху пуçтарăннă. Халăхсем пĕр-пĕринпе сăмахлакаласа тăраççĕ. Старости, сĕтел хушшинче лараканскер, ури çине тăчĕ те: «Ан шавлăр-ха, чарăнăр. Кĕтӳçĕсем паян тытар-и?» - тет. «Тытас, тытас», - теççĕ сĕтел умĕнче тăракансем. «Тепĕр пухура тытар-и, мĕн-и?» - тет старости.
- Килнĕ-килнех, ĕçе туса пĕтермесĕр хаварас мар, пăрахас мар!
- Ну, кам кĕтӳçе кĕрет. Пĕлтĕрхисем кĕретĕр-и? - теççĕ.
- Юрать, калаçса пăхас ак, мĕн калĕç, - теççĕ пĕлтĕрхи кĕтӳçĕсем.
- Хакĕ мĕнле пулĕ, - тесе ыйтать старости. Ку кĕтӳçĕсем пилĕк уйăх хушшинче пĕр çулталăк тарçăра тăрас укçана илеççĕ. Анчах çул ӳстерме хунă йăлипе вĕсем кашни выльăх пуçне вунă пус хушса ыйтаççĕ.
- Кашни çул хакне хăпартаççĕ. Хăçан вăл пирĕн ӳстерес йăла пĕтĕ? - теççĕ халăхсем.
Хыçаларах тăраканнисем темĕн мăкăртатса тăраççĕ. Ял куштанĕсем сĕтел патĕнчех тăнласа лараççĕ. Кăшт шавлакаласан, вĕсенчен пĕри калать:
- Юрать, эпир хакне ӳстерĕпĕр. Эсир эрех нумай ĕçтерĕр-и? - тет.
Пухӳ пĕтемпе тăпах чарăнчĕ.
- Кашни пуçшăн вунă пус ӳстерсен, эпир пĕлтĕрхинчен икĕ витре ытла парăпăр, теççĕ кĕтӳçисем.
- Çук, эсир виçĕ витре эрех лартăр. Эпир пилĕкшер пус ӳстерĕпĕр, - тет пĕри ушкăнран.
Алăк патнерех тăраканнисем тата хытăрах шавла пуçларĕç. Алăк патĕнче пĕр çамрăк çын кăшкăрать.
- Ватăсем, итлĕр-ха. Пирĕн ку йăлана пăрахас пулать. Мĕнле вăл халăх укçине кашни пухура ĕçме. Вăл укçа хамăртанах тухать-çке. Пирĕн акă мĕн тăвас пулать: кĕтӳçĕсем эрех пĕртте ан паччăр, хакĕ пĕлтĕрхинчен йунĕрех пултăр. Хакне пĕртак катас пулать! - тет çамрăк çын.
Ку сăмахсене илтсен, пуху пăлхана пуçларĕ.
- Ай-ай ăслисем тупăннă. Шăршлăсем. Мĕнле вăл кĕтӳçĕрен те эрех ĕçес мар, - теççĕ куштансем.
- Çапла, ку тĕрĕс. Хура халăх эрех ĕçмесен, Россия та пĕтсе ларĕ. Хупахсем хупăнса ларĕç-и вара? - теççĕ халăх хушшинче.
- Сире хаклăн туйăнать пулсан, выльăхăрсене кĕтĕве ан ярăр, - теççĕ хăшĕ-хăшĕ.
- Мĕн итлемелли пур çав ухмахсене, - теççĕ куштансем. - Тиек, приговор çыр; кашни пуçшăн пилĕкшер пус ӳстеретпĕр. Кĕтӳçсем, чуптарăр-ха эрех илме...
Çĕр каçиччен куштансем черкке тĕпĕсем çуласа ларнă. Нумай-и, сахал-и, анчах çĕр каç 40 тенкĕлĕх эрех ĕçрĕç.
Тепĕр кун кĕтуçĕсем урам тăрăх салху иртсе пыраççĕ. Пуçĕсем ыратаççĕ пулмалла. Пуç ыратни кăна та мар, вĕсене укçа пĕлтĕрхинчен сахал килет-мĕн. Вĕсем 20 тенкĕлĕх эрех панă, укçи ытлашши 15 тенкĕ кăна килет-мĕн. Çитменнине халăх та усал куçпа пăхать иккен. Вĕсем кăçал кĕтӳçе хаклă панă тесе калаçкалаççĕ.