Пит çинчи пĕрремĕш пĕркеленчĕк
Сан сăнна кăшт ватăлăх кӳрсен,
Куçусем татах та илемленчĕç —
Хитререх чи капăр куçсенчен.
Заводран каç кӳлĕм таврăнсассăн,
Эс килте те лартăн ĕç тытса.
Туйăнмасть пĕрре те ывăнассăн,
Сан аллу пырать ăсталанса.
Хĕрпе каччă чухнехи айванлăх
Халь йăлтах тасалчĕ пирĕнтен.
Çĕр çинче эпир те ăс пухмалăх
Пурăннă, юлман пуль çынсенчен?
Хуть мĕнле пулсан та, халĕ маншăн
Пурнăç темшĕн тин çеç пуçланать.
Кулянмастăп çирĕмре пулманшăн,
Вăтăрта та вăй çунат хушать.