Шавласа-карласа юхакан ПУРНĂÇА
САМАНА васкатсах хăвалать МАНĂÇА.
Хĕстереççĕ ăна — ик енчен ик çыран —
САВНĂÇПА ХĔН-АСАП — ейĕве каясран;
Салатать аркатма килекен КУНСЕНЕ
Хытса ларнă ĔНЕР — чиккине тивсенех;
ПАЯНТАН ЫРАНА пăракан авăкра
Чарăнма юрамасть — авăссам хăвăртрах!
Ывăнсан, йăлăхсан, тарăхсан та — тӳссем!
Аллунтан ан вĕçерт, ӳкĕтлетĕп, кĕсмен!
ÇЫЛĂХПА пăтранса тăракан авăра
Пăрăнса иртмеллех! Манпа чух — ан хăра!