Куçу çавах: кăвак, таса;
Шалтан тапса тăрать хăват;
Сассу касса кĕрет ăса —
Сарать ăшра сунман сăвап1.
Çитет, тархасшăн, ан тухат,
Ята-сума асран кăлар...
Тунса тăма çитмест тахат2 —
Сассу вĕрсе чĕртет кăвар...
Хăрушă вăл — синкер3 пушар:
Хыпса илсен çăтса ярать.
Малтан, паллах, кураççĕ шар:
Çăхав, элек, тиркев, хахать4...
Унтан... ĕлкĕр! Часрах шăвар,
Лӳшке, сӳнтер — кĕртсем тăна.
Йăмтартăр веç кăвак янкар5...
Чĕртсен сыхла ман тайăна6.