Ман шăнкăрч радиопа юрлани Пракуха питĕ кĕвĕçтерчĕ. «Шăнкăрчна мана сут», — тесе вăл темиçе хут та çыпçăнчĕ. «Эп кайăк сутса услам тăвакан сутăç мар», — терĕм те, кӳренчĕ, пушшех вĕчĕхме пуçларĕ.
— Юрĕ. Ман шăнкăрч санăннинчен те лайăхрах юрлĕ-ха! — терĕ те пирĕн патран мăн кăмăллăн трăнтлаттарса кăна утса тухса кайрĕ вăл ун чух.
Мĕн тума шут тытрĕ-ши ку?..
Хĕвел çӳллĕрен çӳллĕрехе улăхса пынă май юр ирĕлсе малтан çуртсем, унтан уй-хирсем те улаланчĕç, çырмасенче шыв шăнкăртатса юхма пуçларĕ. Акă, çуркунне пулнине пĕлтерме васканă кураксем килсе те çитрĕç. Вĕсем хыççăн — шăнкăрчсем…
Çакăн пек чип-чипер кун пĕррехинче Пракух темшĕн шкула пымарĕ. «Чирлесе ӳкмерĕ-ши ку», — тесе, эпĕ ун патне шкултан таврăнсанах чупса кайрăм.
— Ну, вăт, куртăн-и? — çав тери савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ вăл эп пырса кĕнĕ-кемĕн. — Манăн та пур халь шăнкăрч!
Чăнах та, пĕчĕкçĕ читлĕх майлаштарнă хайхи, унта пĕр шăнкăрча хупса лартнă.
— Ăçтан тупрăн? — ыйтрăм эпĕ.
— Хам тытрăм. Йăвине кĕчĕ те шăтăкне шăчăпа вăшт! çех хупларăм, — питĕ ăслă ĕç тунă пек мухтанчĕ Пракух.
Читлĕхĕ ытла пĕчĕк, шăнкăрчне çаврăнкалама та вырăн çук. Тем пекех хĕрхентĕм шеремет шăнкăрчне. Инçетрен халь çеç вĕçсе килнĕ, ирĕкре, хăйĕн мăшăр тусĕпе пĕрле, çурхи илеме курса киленсе пурăнас, чĕпписене пăхса ӳстерес, хурт-кăпшанкă пухни-çинипе этеме усă тăвас кайăка тытса тăвăр читлĕхе хупса лартнă.
— Кăларса яр эс ку шăнкăрча. Халех кăларса яр! — хушрăм Пракуха,
— Э-хэ-хэ!,. Эс хăвăн шăнкăрчна тахçантанпах читлĕхре усратăн, мана чаратăн, — харкашма тытăнчĕ Пракух.
— Çапла, усратăп. Анчах эпĕ санашкал чип-чипер кайăка мар, ӳксе аманнă, вĕçеймен, апат хăй тупса тăранса пурăнайманскерне, кушаксем тытса çиес шăнкăрча вилĕмрен хăтартăм. Ман читлĕхĕ те пысăк, — терĕм.
Çук, ниепле те ӳкĕте кĕртеймерĕм Пракуха, çав-çавах кăларса ямарĕ шăнкăрча.
Пĕр кун усрарĕ çапла, икĕ кун… Шăнкăрчĕ юрлама мар, апат та çимест, начарланса, вăйсăрланса кайрĕ. Тек чăтса пурăнаймарăр, Пракуха ӳкĕте кĕртме хамăр учителе — Семен Петровича каларăм.
— Пракух, — ятламасăрах калаçрĕ Семен Петрович Пракухпа, — шăнкăрчна эс шкула илсе кил-ха.
Пракух учитель умĕнче, паллах, кутăнлашса тăмарĕ, çав кунах илсе пычĕ. Шăнкăрч пуррипе хăйĕн ытти ачасем умĕнче кăштах мухтанасси те пулчĕ курăнать.
— Акă мĕн, Пракух, — терĕ Семен Петрович…
— Мĕн?
— Эсĕ ку шăнкăрча халех ирĕке кăларса яр.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен ама шăнкăрч вăл. Ун юррине эс нихçан та илтейместĕн. Ама кайăксем юрламаççĕ, — ачасене пурне те ăнлантарса пачĕ Семен Петрович.
Тинех кăларса ячĕ Пракух шăнкăрча.
Пракухсен йăмри çинчи йăвана çав шăнкăрч тек пырса та пăхмарĕ. Анчах хăйĕн машăр тусне шыраса тупрĕ-ши?