Ӳтленнĕ шухăш ячĕ — Сăвă,
Ӳсет-ха вăл — пулсассăн тăвăр
Çыртмийĕ3 пулĕ кĕнеке.
Ӳссе тухсан сапать-ха вăрлăх:
Ĕрчетĕ хăй пекрех сăмах.
Килсе кайни пулмасть ман кăлăх
Хам хыççăн хăварсан Чăнах.
Чăнах-халап ăратлă теççĕ —
Ун килĕ пĕтĕм çут тĕнче.
Пуçламăш мар, пулмастăп вĕçĕм —
Сиксе эп халăх сăпкинче.