(Унăн килти йытти Барс каласа панă тăрăх)
Тĕлĕнетĕп эпĕ сирĕнтен, çынсем!..
Хăвăрăн пурнăçра хăш чух пĕр-пĕр чăрмав пулать-и, ăнсăртран кансĕртерех самант килсе тухать-и (ку шута профсоюз пухăвĕнчи критикăпа самокритика, арăмĕ мĕншĕн те пулин пĕр эрне хушши мăртлатса çӳрени, пĕртен-пĕр юратнă ывăл умлă-хыçлă ик-виçĕ хут вытрезвителе лекни т. ыт. те кĕрет), — ялан пире асăнса ӳпкелешетĕр:
— Ман пурнăç — йытă пурнăçĕ! Тӳсме çук!..
— Хăçан хăтăлас ку анчăк пурнăçĕнчен! — тетĕр.
Час-часах тата, ăçтан та пулин — ĕçрен-и, сакăр-тăхăр сехете тăсăлнă пухуран-и — хытăрах ĕшенсе таврăнсан, пукан çине лак! ларатăр та, хаш! сывласа:
— Йытă пекех ывăнтăм паян! — тесе хуратăр.
Анчах эсир çавăн пек каланисенче тĕрĕсси пит сахал вĕт! Пĕрре-пĕрре, пуша вăхăтра, эсир юриех шухăшласа пăхăр-ха çавăн çинчен. Тупата туршăн, пирĕн пурнăç эсир шутланă пекех йывăр мар. Тата эсир калана пек ывăнмастпăр та эпир. Паллах, пулкалать тепĕр чухне, пурнăç нихçан та пĕр пек килмест вăл… Ун çинчен каярахпа калăп-ха. Малтан эп сире хампа паллаштарам…
Мана Барс тесе чĕнеççĕ. Вăйлă ят! Барс вăл — Тянь-Шаньпе Памир тăвĕсем çинче пурăнакан хăрушă тискер кайăк, эпĕ — килти йытă кăна, çавах та — Барс! Ман анне — дворняжка, атте — овчарка пулнă, теççĕ. Метис эппин эпĕ. Гибрид, урăхла каласан. Кирлĕ чух хаяр та, ачаш та пулма пĕлетĕп. Ку вăл таврари лару-тăруран килет. Пурăнасса эпĕ Михал Михалч Осламасов патĕнче пурăнатăп. Вăл мана эпĕ суккăр чухнех таçтан тупса пынă та хăй ачине пăхнă пекех пăхса ӳстернĕ. Ман телее, Михал Михалчпа Раиса Ивановнăн ача-пăча пулман, çавăнпа та вĕсен пĕтĕм юратăвĕ, ашшĕ-амăш ту-йăмĕ мана лекнĕ. Пит аван пулнă! Кашнинех тивмест ун пек телей…
Михал Михалч Осламасов — çынсем каланă тăрăх — хулара паллă çын, шултра работник пулнă. Ахаллĕн ма-ха, ăна, иккĕн çеç пурăнаççĕ пулсан та (манпа виççĕн ĕнтĕ) виçĕ пӳлĕмлĕ, кухньăллă, сарай-нӳхреплĕ уйрăм çурт пачĕç. Чăн та, каярахпа эпир, вăл çурта пăрахса, хула варрине, пилĕк хутлă çурта куçрăмăр, анчах унта та виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер пулчĕ пирĕн. Пĕр пӳлĕмне эпĕ йышăнтăм — пĕчченех саркаланса пурăнтăм унта. Пули-пулми çынна çавăн пекки ăçтан лектĕр-ха, хăвăрах шухăшласа пăхăр эсир!
Михал Михалч пит шултра (пысăк мар, шултра!) çын пулнине çакăнтан та тавçăрса илме пулать: ăна кашни пилĕк-ултă уйăхранах урăх ĕçе куçаратчĕç. Паян акă вăл атă-пушмак çĕлекенсене ертсе пырать, ыран пулă тыттарать, тепĕр кунне хăма-пĕрене, тимĕр-шифер сутать. Таçта та пултарать!.. Пĕррехинче — икĕ эрне хушши — филармони директорĕ те пулса курчĕ! Анчах унтан вăл хăй заявлени парса тухрĕ, юрă юрланипе нумаях малалла каяймăн, ним тупăшĕ те çук, терĕ арăмне.
Вăл мĕн тери паллă çын иккенне Раиса Ивановнăран та пĕлеттĕм. Кӳршĕ хĕрарăмĕсемпе ятлаçнă чух (кун пекки кашни кун тенĕ пекех пулатчĕ) ман хуçа майри ялан çапла каласа парăнтаратчĕ вĕсене:
— Кампа çыхланатăр эсир, шăркалчăсем?! Ман упăшка сирĕнни пек шалттай-палттай çын мар, мукулатурнăй работник! Ача пĕтĕм хула пĕлет, пирĕн хушамат телефон кĕнеки çинче те пур! А эсир мĕн? Çӳпĕ! Çапах та мана хирĕç çăвар уçма хăятăр, сыснасем!
Характерне кăтартма пĕлетчĕ вара Раиса Ивановна, питĕ пултаратчĕ вăл енчен, пĕр тапранса кайсан манран та кая мар вĕретчĕ. Вăйлăччĕ ун характерĕ, тата… хаклăччĕ, тес пулать. Эпир мăн çурта куçнă хыççăн малтанхи çур çул хушшинчех вăл хăйĕн характерĕшĕн виçĕ хут суда лексе штраф тӳлерĕ. Анчах манпа яланах кăмăллăччĕ. Ачашлатчĕ, ваннăра çуса яратчĕ, уйрăм апат пĕçерсе паратчĕ, ир-каç урам тăрăх уçăлтарса çӳрететчĕ. Мăна-аçлăн утаттăмăр эпир унпа парксемпе скверсенче…
Питĕ туслă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаттăмăр. Пĕррехинче эпĕ — хамăн шутсăр выляс килнипе — унăн хура-хăмăр тилĕрен тунă çухавине йăлт туласа тăкрăм, ним хăвармарăм, тепри пулсан мана уншăн çаксах вĕлермелле, анчах Раиса Ивановна чĕн пиçиххипе çурăм урлă ячĕшĕн виççĕ-тăваттă туртса çапнипех каçарчĕ.
Çакăн пекчĕ ман пурнăç. Мĕн хурламалли пур-ха ĕнтĕ унта? Тата мĕн йывăрри пур? Хăш енчен тиркемелле ăна? А эсир — «йытă пурнăçĕ», тесе ӳпкелешетĕр. Пĕлместĕр хăвăр нимĕн те!
Михал Михалч ялан пысăк вырăнсенче ĕçленĕ пирки пулас çав, ăна пурте хисеплетчĕç. Кашни кун пулмасан та, виç кунта пĕрре хăнасем пулатчĕçех пирĕн патра. Пĕри пырать, тепри… Уйрăмах Михал Михалч вăрман складĕнче ĕçленĕ чух хăнасем нумай пыратчĕç. Анчах ман хуçасем — перекетлĕ çынсемччĕ, эрех таврашĕ нихçан та илместчĕç, ĕçмелли-çимеллисене хăнисем хăйсем илсе пыратчĕç, Раиса Ивановна вĕсене сĕтел çине майласа вырнаçтаратчĕ çеç. Ку енчен вăл шутсăр ăстаччĕ вара! Тепĕр ресторанта та ун пек илемлĕ, куçа илĕртмелле хурса памаççĕ пуль ĕçме-çимесене! Эп аякран пăхса тăраттăм та, манăн вĕсене курсан тӳрех сурчăк юхса анатчĕ çав… Ӳпкелешместĕп — Раиса Ивановна мана ун пек чух пĕрре те кӳрентермен: хăнасем умĕнчех сĕтел çинчи чи тутлă татăксене вилкăпа иле-иле хыптаратчĕ.
— Тутанса пăх, Барсик, çи, çи, Барсик…
Ĕçетчĕç-çиетчĕç те шавлатчĕç вара — тур çырлах! Пуринчен ытларах Раиса Ивановна хăй янратчĕ. Юрлатчĕ — тепĕр качака та ун пек çухăраймасть пулĕ, ташлатчĕ — урай варринчи юман сĕтел те унпа пĕрле тĕпĕрт-тĕпĕрт! сикетчĕ.
Çапах та, хăнисем тухса кайсан, ялан тиркетчĕ вĕсене:
— Сыснасем, шампанскине икĕ бутылка çеç илсе килнĕ! Кукăлĕ краççын тути калать, канфечĕсем çăвар маччи çумне çыпăçаççĕ! Ниушлĕ вара вĕсем çавăн пек хăналанипех пире юрама шутлаççĕ?! Ай-ай. ытла та йӳнĕ хакпа туянасшăн-çке хăйсене мĕн кирлине! Те выçăхса çитнĕ ыйткалакансем вырăнне хураççĕ пире? Ан пар эс вĕсене нимĕн те, Мишенька, çӳреччĕр сан тавра шăлĕсене кăтăртаттарса! Юрать-и?
— Юрĕ, Раечка, юрĕ, эс каланă пек тăвăп, — терĕ Михал Михалч.
Анчах сасартăк хăнасем пач çӳреме пăрахрĕç пирĕн пата. Тем пулчĕ! Такам тухатса сивĕтрĕ, тейĕн. Ман хуçасем хăйсем те ниçта та тухса çӳремерĕç. Михал Михалч кашни ир сухалне хырса, хаклă одеколонпа сапăнса, якалса, хулăн портфельне çĕклесе мăнаçлăн тухса каяканччĕ. Халь, темшĕн, ир-ир ниçта та каймарĕ, кивĕ пижамине тăхăнса, леш «вĕтĕ пăта» текен йӳнĕ пирус йăсăрлантарса те-ек чӳречерен пăхса ларакан пулчĕ. Унччен мана кашни ир пырса ачашлаканччĕ, халь çаврăнса та пăхмарĕ. Пĕррехинче эп хам, ачашланас килнипе, ун патне пырса пуçăма чĕркуççийĕ çине хутăм, анчах вăл мана пĕррех тапса ячĕ:
— Пшол вон, харампыр! Сансăр та хăсăк тухать!..
Хӳрене ик ура хушшине хĕссе, алăк патне кайса вы-ыртрăм вара. Питĕ хурлантăм хам…
Пĕр икĕ эрне кĕрхи пĕлĕт тĕслĕ пулса çӳрерĕç Михал Михалчпа Раиса Ивановна. Мана çитерме те манчĕç, хырăм выçнипе хам нăйкăшма тытăнсан тин мĕн те пулин пăрахса паратчĕç. Хăйсем çĕрле те çывăрмастчĕç пулмалла, пĕрмай темскер пăшăлтатса выртатчĕç. Хăш чух хам унччен нихçан илтмен сăмахсене илтеттĕм: ОБХСС, следователь, суд, штраф, тĕрме… Унтан иккĕшĕ те таçта кайса çӳрерĕç — ир каяççĕ те сĕм çĕрле тин таврăнаççĕ. Выçсах вилеттĕм çав кунсенче. Пĕр каçхине вара Михал Михалч вил ӳсĕр таврăнчĕ — ура çинче те тăраймасть, ун пекех пулнине пĕрре те курман эпĕ. Арăмĕнчен уртăнса пӳлĕме кĕрсенех кăкран касса янă юман пек урайне хĕреплетрĕ, хăй çапах та юрлама хăтланать:
Помирать нам рановато,
Есть у пас на свете дела…
Ирхине те, вăраннă-вăранман, вăл çав юррах юрласа ячĕ. Пăхатăп — куçĕ-пуçĕ çиçет кăна хăйĕн, ĕнер çеç авланнă, тейĕн. Йăлт улшăннă ман хуçа, унчченхи салхулăх таçта шăтăка кайса кĕнĕ. Темле питĕ пысăк савăнăç пулнă пулмалла çав, ахальтен мар!
Пит çума кайнă чух мана сăмсаран шаклатса илчĕ, çурăмран лăп-лăп-лăп ачашларĕ.
— Пурăнар-ха пурнăçне, Барсик! Тĕнчене тĕлĕнтерĕпĕр-ха эпир санпа. Çапла-и? — терĕ вăл хăвассăн.
…Тĕнче тĕлĕннипе тĕлĕнменнине пĕлместĕп, анчах мана хама Михал Михалч шутсăр тĕлĕнтерчĕ вара! Çуркунне, çĕршыв типнĕ вăхăтра, кĕтмен-туман çĕртенех вăл мана грузовик çине лартса хуларан чылай инçете, темле вăрман хĕррине, илсе кайрĕ те, çамрăк кăна улма-çырла йывăççисем хушшинче ятарласа ман валли тунă йытă вити, вырăсла каласан конура çумне тем тăршшĕ сăнчăрпа кăкарса лартрĕ.
— Малашне санăн çакăнта пурăнма тивет, тусăм, — терĕ вăл. — Çитет сана тунеядец пулма! Ку — пирĕн сад, эп ăна пĕр тăсланкă та юлхав поэтран чĕрĕк хакпах илтĕм. Халь ĕнтĕ эс кунта пĕрремĕш хуçа пулатăн, пĕтĕм влаç — санра. Хуть те кам килсен те, тӳрех хăр-р… хам! Тыт та çур! Чăн-чăн барс пек пул, ăнлантăн-и? Асту, эп сана! Çывăрнă чух та курса-илтсе вырт! — чышкипе юнарĕ вăл юлашкинчен.
Çав кунах Михал Михалч икĕ трехтонкăпа хăма тиесе пычĕ. Хăми сар çу пек, ик енчен те яп-яка савалана. Унтан кирпĕч турттарса килчĕ. Цемент. Хăйăр. Шифер. Бетон плитисем. Кантăк. Пăта. Хăй кашнинчех мана асăрхаттарать:
— Куратăн-и, мĕн чухлĕ пуянлăх шанса паратăп эп сана? Мотри, лайăхрах сыхла, бдительнă пул! Пĕр кирпĕч те, пĕр сыпăк шифер та, пĕр пăта та ан вăрлаттар. Çакатăп!..
«Вăрра вăрă шанмасть» тенине çирĕплетсе пани пулчĕ ĕнтĕ ку. Кайран пĕлтĕм эпĕ — çак пĕтĕм пурлăха Михал Михалч хăй склад заведующийĕ пулнă чух вăрласа тухса пĕр тусĕ патĕнче пытарса усранă-мĕн. Çавăншăн пĕр хушă арăмĕпе иккĕшĕ те ОБХССран хăраса таппа лекнĕ шăшисем пек чĕтресе пурăннă вĕсем! Анчах вĕсен пуçĕ çине капланса килнĕ хура пĕлĕтсем шуса иртнĕ курăнать, ним те пулман вĕсене. Кам пĕлет, те çу сĕрнĕ-ха кама та пулин?
Ик-виç кунтан рабочисем пычĕç — пуртăсемпе. пăчкăсемпе, кĕреçесемпе. Эрнерен пирĕн садра дача ӳссе ларчĕ — юмахри кермен пек! Йăлтăрти-ялтăрти, пăхсан куç алчăраса каять. Ун пекки ку тăрăхра никамăн та çукчĕ çав! Виçĕ пӳлĕм — кашнин ăшне урăх тĕслĕ сăрпа сăрланă, веранда, ăна тĕрлĕ-тĕрлĕ кантăкпа картланă, çӳлте — мезонин, аялта — нӳхреп. Çук, нӳхреп те мар — бомбоубежище! Ытти дачниксем пыра-пыра пăхаççĕ те — ах! теççĕ кăна вĕт!
— Ну, туса лартрĕ те Михал Михалч, пăх-ха эс ăна! Эпир пур — йытă вити пек будкăна та виçĕ çул тăватпăр… Çынсем-и эпир?!
Пурте ырлаççĕ, анчах пĕр ватăрах çын — пенсионер пулмалла — çав тери кӳренмелле сăмах каласа хăварнине илтсе юлтăм:
— Михал Михалч мар вăл, Нахал Нахалч! Пĕлетпĕр вăл ку дачăна мĕнлерех майпа тунине. Жулик! — терĕ те çав старик, лач! сурчĕ.
Анлантăм кăштах — вал ман хуçа хăйĕн дачине вăрланă япаласенчен туни çинчен каларĕ. Анчах тытман вăрă — вăрă мар. Ку сăмахсем Михал Михалча нихăш енчен те кĕçĕттермерĕç. Вăл хăйĕннех турĕ, никама та пăхмарĕ…
Пахчари çĕрне темле эп палламан çынсем пырса чаврĕç. Пите тĕплĕн, торфпа, тислĕкпе хутăштарса. Уншăн ман хуçа вĕсене стройкăна юрăхлă пулман хăмасене парса ячĕ. Çимĕçĕсене те — хăярĕ-помидорĕ, кишĕрĕ-çарăкĕ, укропĕ-редисĕ — çавăн пекех эп хальччен курман ик хĕрарăм лартса-акса пачĕç. Мĕн тăвас тетĕн, Раиса Ивановна пĕшкĕнеймест-çке-ха пирĕн, кĕлеткине тем пекех сыхласа пурăннă пулсан та, хырăмĕ пичке пек пулса кайнă — пĕр икĕ пăт çу унта. Пахчине те вăл тахçанта пĕрре пырса каятчĕ, хулари хваттерне ытларах сыхлатчĕ, мăнтарăн.
Анчах Михал Михалч манпа пĕрлех пурăнатчĕ. Тĕлĕнмелле улшăнса кайрĕ çын. Службăра чух яп-яка та çап-çутă çӳрекенскер, халь сухалне те хырма пăрахрĕ, питне те ик-виç кунта пĕрре çăвать пулмалла. Таçтан пожарниксенни пек брезент йĕм, çĕтĕк çанăллă пиншак тупса тăхăннă, уринче — пуклак пуçлă кив пушмак. Пĕррехинче эп ăна хам та палламан. Йывăç тĕми хыçĕнчен пĕр çĕклем çапă йăтса тухатчĕ те вăл — вăрă пекех туйăнса кайрĕ, пĕррех сикрĕм çакăн çинелле! Пиншак çаннине лар-р! çурса антартăм…
Килте пурăннă чух, ĕçрен таврăнсан, Михал Михалч кашнинчех хаçат пăхкаласа тухатчĕ. Хаçатăн тăваттăмĕш страницине пуринчен те ытларах вулама юрататчĕ, — унта кам вилни, кам авланасси çинчен çыраççĕ, ăна пĕлме питĕ интереслĕ вĕт-ха! Унтах тата кама мĕншĕн суд туни çинчен çырнисем те пулаççĕ, ăна пĕлни те усăллă хăшĕсемшĕн…
Анчах пахчана куçса килнĕренпе ун аллинче хаçат таврашĕ пĕрре те пулмарĕ. Лăпкă пурăнтăмăр эпир, таçта урăх тĕнчене лекнĕ пекех.
Çапах та пĕр-икĕ хутчен ЧПсем («чрезвычайнăй проишествисем») пулчĕç-пулчĕçех, ăна пытармалли çук.
…Çимĕçсем пиçсе çитме пуçласан, Михал Михалч таçтан пĕр кĕпçеллĕ тутăхнă пăшалпа темиçе гильза илсе пычĕ.
— Ну, тусăм, халь эпир санпа нимĕнле вăрă-хурахран та хăрамастпăр! Кам килсе кĕрет — тӳрех шаплаттаратпăр! — терĕ вăл мана. Хăй çавăнтах гильзăсене тарпа хутăш шултра тăвар пĕрчисем тултарма тытăнчĕ. Темшĕн-çке, ĕçленĕ май лĕх-лĕх-лĕх кулкаласа илет…
— Вĕлерессе вĕлерместпĕр, ку вăл ытлашши пулĕччĕ, анчах таккойски çухăртатпăр кунпа! — терĕ юлашкинчен.
Çакăн хыççăн икĕ кун иртрĕ-и, виççĕ-и, ăна тĕп-тĕрĕссипе калама пултараймастăп — сĕм çĕрле пирĕн пахчана чăнах та такам питĕ вăрттăн пырса кĕчĕ. Эп çакна сисрĕм те каçса кайсах вĕрме тытăнтăм. Куçпах куртăм — тĕмĕ хыçĕнче мĕлке тăрать. Сăнчăр çитнĕ таранах ун патнелле ыткăнтăм. Манран хăраса тарма мар, вырăнтан та хускалмарĕ çав мĕлке. Эп хытă вĕрнипе вăранса, кĕçех Михал Михалч крыльца çине сиксе тухрĕ. Аллинче — пăшал!
— Кам унта? Тух халех! Перетĕп! — кăшкăрчĕ вăл урмăшнă сасăпа.
Тĕмĕ хыçĕнчи çын сас памарĕ. Вара Михал Михалч пĕррех шаплаттарчĕ пăшалпа. Çав самантрах леш çын тискеррĕн çухăрса ячĕ:
— Ай-вай-вай! О-о-о!.. Миша, Мишенька, вĕлеретăн эс мана! Вилтĕм, сыв пул! Вилтĕм!..
Мур çитĕрех! Раиса Ивановна сасси! Мĕне пĕлтерет ку?! Михал Михалч та арăмĕн сассине уйăрса илчĕ курăнать, пăшалне аяккалла ывăтса, тĕмĕ хыçнелле варкăнчĕ те Раиса Ивановнăн çиче пăт таякан тушкине çĕклесе тухрĕ.
— Ай… ой… ох… вилтĕм эпĕ, вилтĕм… — йынăшрĕ Раиса. — Анчах эс ан авлан… ан авлан… мана асăнса пурăн…
Ним тума аптранă Михал Михалч арăмне верандăри диван çине илсе пырса нач! пăрахрĕ. Ана хĕрхенесси пулмарĕ унăн, тӳрех вăрçма пуçласа ячĕ.
— Мĕн шуйттанĕшĕн çĕрле сĕтĕрĕнсе çӳретĕн эсĕ? Мĕн кирлĕ пулчĕ сана? Эп кăшкăрсан, ма хирĕç сас памарăн, йӳтенĕскер?
— Ах, Мишенька… — йынăшрĕ арăмĕ, — мана мĕн… çынсем каларĕç, эс кунта хĕрарăмсемпе аташса пурăнатăн, терĕç… Килсе курас терĕм, хам куçпа… Анчах эс вĕлертĕн мана… Юри вĕлерес тесех петĕн пуль çав. Эпĕ ватă та-ха, сана çамрăккисем кирлĕ те…
— Хуп çăварна, ухмах! — кăшкăрчĕ ăна хирĕç упăшки. — Никам та вĕлерес темен сана, вилместĕн те эсĕ: мăнтăр пĕççӳне темиçе пĕрчĕ тăвар çеç кĕрсе ларнă. Çынсем лĕпĕртетнине ĕненнĕшĕн сана чăнах та мунчана илсе кайсах пĕçертмелле!
Чылайччен ятлаçрĕç вĕсем, унтан çапах та майлашрĕç пулмалла та тин çеç авланнă мăшăр пекех вырăн çине кĕрсе выртса лăпланчĕç.
Кайран-малтан пирĕн пата пĕр вăрă таврашĕ те пыман вара… Тепĕр «ЧП» тата вăйлăрах пулчĕ.
Пахчана темиçе грузовик тислĕк пырса тăкнă пулсан та, ман хуçана ку çителĕксĕр пек туйăннă курăнать. Пахча таврашĕнче ăçта пĕр ывăç тислĕк курнă — йăлт пуçтарса кĕртрĕ. Хăш чух — хаçатпа чĕркесе, алăра нимĕн те çук пулсан — пуçĕнчи улăм шлепкепе çĕклесе. Пухать те пухать çапла. Унтан тахăшĕ пирĕн пахча хыçне каç-каç ула кĕсре пырса яма пуçларĕ, — курăк пит вăйлăччĕ унта. Хайхи Михал Михалч çав кĕсрене куçран вĕçертмесĕр сыхлама тытăнчĕ: леш хӳрине çĕклет — Михал Михалч тӳрех витре тытса чупать
— Ах, лайăх япала! Ылтăн! — тет вара, пăсланакан витрене каткана пушатса. — Çăвĕпех çакăнта çӳретĕрччĕ ку кĕсре!
Анчах ула кĕсрене вăл çеç мар, тепĕр çын та куç хывнă иккен. Вăрманти тăманасен пыйтине тĕпчесе наукăсен кандидачĕ пулнăскер тет çынни. Вăл та кĕсре патне витре йăтса чупма тытăннă. Швежи, песплатнă тислĕк вĕт-ха! Михал Михалч пĕр ирхине ирех тăрса витрепе чупса каять — лешĕ пуçтарса илме те ĕлкĕрнĕ иккен. Эх, тарăхать вара ман хуçа!
— Эс мĕнле правăпа çын тислĕкне пухса çӳретĕн? — хаяррăн ыйтать кандидатран.
— Çынăнне мар, кĕсренне, — тет лешĕ.
— Вăрă эсĕ! Ку тислĕк — манăн!
— Епле сан пултăр-ха вăл?
— Эп ку кĕсре хуçипе калаçса татăлнă!
— Контрактаци турăн-им? Кĕсре тислĕкне пуçтарса тăма договор çыртăн-и?
— Хуть те мĕн тунă пултăр, сан ĕç çук унта! Тавай тислĕкне, халех пушат!
Кандидат памасть. Ман хуçа вăйпа туртса илме пикенет. Леш ăна тĕртсе ярать. Ӳкерет. Ку сиксе тăрать те ăна хăлха чикки парать. Лешĕ хирĕç янклаттарать. Пĕрре — иккĕ, виççĕ — тăваттă. Вырăсла каласан, удар — контрудар. Иккĕшĕ те чăп-чĕр юн пулаççĕ çаксем. Çапах та ман хуçа çĕнтерет-çĕнтеретех… Кандидат витринчи тислĕке туртсах илет, пуш витрине кандидат пуçĕ çине тăхăнтарса ярать. Анчах вĕсем кун çинчен никама та каламарĕç пулас, иккĕшĕ те шăпăртах пулчĕç — çынсем пĕлсен, намăса ăçта чикес? Чылайран тин пĕлтĕм: вĕсем çав кандидатпа иккĕшĕ пĕр чĕрĕк ĕçсе «по-джентельменски» калаçса татăлнă — мăшăрсăр (нечетнăй) кунсенче кĕсре пурлăхне Михал Михалч пухать, мăшăрлă (четнăй) кунсенче — кандидат…
Тата тепре çавăн пекех питĕ хыта тарăхрĕ ман хуçа.
Пĕррехинче Раиса Ивановна ăна темле çыру пырса пачĕ. Месткомран çырса янă иккен… пенсионер пулсан та, профсоюз укçи тӳлес пулать сирĕн, çичĕ уйăхшăн тӳлемен… Çав хута вуласа тухрĕ те Михал Михалч, тăрук кив çăпата тĕслĕ пулса кайса, ăна лăр-лар! çурса тăкрĕ.
— Эккей, нимсĕрех укçа шăйăрасшăн манран! Тупнă ухмах! Кирлĕ мар мана нимĕнле профсоюз та! Çунса кайтăр!
— Уйăхне пилĕк пус кăна-çке… — терĕ Раиса.
— Пулин! Пилĕк пус — укçа мар-им? Шалиш! Тӳлеместĕп!.. Хулари пенсионерсен пуххине чĕнсе янă хута та çавăн пекех урлă-пирлĕ çурса ывăтрĕ:
— Çитет, хам ĕмĕрте пухусенче ларса сахал мар йĕм çĕтнĕ! Анчах пахчара питĕ вăйлă ĕçлетчĕ вара, ăна пытармалли çук.
Шăварать, кăпкалатать, кашни çумкурăкне, пуçне кăларсанах, татса ывăтать… Çимĕçсем пулма пуçласан — кашнине тыта-тыта пăхать, шутлать: миçе помидор, улмуççи çинче миçе панулми…
Суяс мар, малтанхи çул тупăш пысăках пулмарĕ пирĕн, анчах кайранхи çулсенче ай-ай усси лайăх пулчĕ! Раиса Ивановна май уйăхĕнчех укроп, симĕс сухан сутрĕ, унтан çĕр çырли, чие, хăяр, помидор, панулми, кишĕр… Хăйсем çиместчĕç те пулмалла, йăлт пасара йăтатчĕ. Укçа! Капитал!
…Хура кĕркунне мана киле, хулана илсе кайрĕç. Ну, ыр куратăп ĕнтĕ халь, хĕл каçах улпут пек пурăнатăп, тесеттĕм. Анчах ман пӳлĕме çынсем йышăннă иккен — Раиса Ивановна такамсене хваттера янă. Ман пӳлĕме çеç мар, иккĕмĕш пӳлĕмне те, — хăйсем пĕр пӳлĕмĕнче çеç юлнă. Чăнах та йыта пурнăçĕ пулчĕ вара манăн, хĕлĕпех алăк патĕнче выртса пурăнтăм. Çăва тухсан каллех пахчана илсе кайса кăкарчĕç. Каллех Михал Михалчпа иксĕмĕр пурăнма тытăнтăмăр. Ăна никам та кăкарман ĕнтĕ, вăл хăй кăкарăнчĕ. Ман пек сăнчăрпа мар, çăтлăх пăявĕпе кăкарăнса ларчĕ.
…Шеллетĕп эпĕ хамăн хуçана! Чăн та йытă пурнăçĕ вĕт унăн, пĕртте этем пурнăçĕ мар!