...Аванах кусакан çаврака сăмаха
Куçунти такăнтарчĕ шанманлăх...
Юрртăма1 саманта улăштарĕ çăрха2 —
Саманта — сывлăша çавăрмалăх.
Самантран — ман валли такăрлатнă çула,
Сулнăка3 пăрăнмасăр, тăсатăп.
Ман черет — куçăмра васкамасăр вула:
Тупаймастăн ни шăйрăк, ни катăк.
Шăрçа пек яп-яка та çап-çут, тап-таса —
Тиркевпе тирĕнсе çыхаймастăн.
Хăратмасть: вĕчĕхӳ4 те, элчел5 те, хаса6...
Тайăна7 параканăмçăм — Аслă.