«Поэзи — тĕлĕк».
Илтнинчен.
Тĕлĕк-и поэзи, тĕлĕк мар-и,
Тĕлĕкрен нимпе те кая мар!
Хĕвеле ним мар эс ыталатăн,
Тултарсан вăл сан чунна кăвар.
Кайăкран та лайăхрах юрлатăн
Эс, — лексессĕн унăн ытамне,
Сăвă кăмăлна тыткăнласассăн,
Чăл та пар вататăн чулсене.
Тĕлĕк-и поэзи?.. Тĕлĕк!.. Тĕлĕк!..
Хăш чухне тутли те çук унран.
Эмелрен те пахарах сиплет вăл
Санăн суранна, — эс амансан.
Шел, пурне те курăнмасть çак тĕлĕк —
Çак телей, асамлă çак юмах...
Сан чуну мăкланнă чул пулсассăн,
Кураймастăн эс ăна, паллах.
Тĕлĕк-и поэзи, тĕлĕк мар-и,
Тĕлĕкрен нимпе те кая мар!
Хĕвеле ним мар эс ыталатăн,
Тултарсан вăл сан чунна кăвар.
16.07.21