— Вăхăтне шута илсе çырас пулать, хаклă тусăм, — терĕ манăн кулăшла калав алçырăвне уçкаласа ларакан редактор — Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур, теççĕ. Халь мĕнле уйăх-ха пирĕн?
— Июль, редактор юлташ, — терĕм эпĕ.
— Тĕрĕс, июль. Утă уйăхĕ. Çумăр çăвать. Хĕвел хĕртет. Шăрăх. Анчах санăн калавунта ĕçсем хăçан пулса иртеççĕ? Хĕлле! Те декабрь, те февраль унта… Чӳречесем пӳрне хулăнăш шăнса ларнă тулта тăман çавăрттарать. Ăнкаратăн-и? Эсĕ çынсене çу варринче çавăн пек сивĕ калав вулаттарасшăн-и? Пире иксĕмĕре спаççипă калĕç тетĕн-и уншăн? Кĕтсех тăр! Пĕлетĕп эпĕ хамăрăн вулакансене…
Редактор хăйĕн кукша пуç тӳпине аллинчи авторучка вĕçĕпе хыçкаласа илчĕ.
— Апла… апла мĕн тумалла-ха эппин манăн? — çамка çине тапса тухнă тара çанăпа шăлса типĕтрĕм эп. — Ĕçсене хĕллерен çуллана куçарас-и?
— Çук, апла ан ту, — пуçне пăркаласа ипчĕ редактор. — Калавна юсама тытăнсан, эс ăна йăлт пăсса пăрахма пултаратăн. Кайран манах ылханăн тата… Вырттăр вăл юр çăвиччен. Атăл шăнса лариччен. Ăнкаратăн-и? Сезон çиттĕр! Ун чухне, тен, яма та май пулĕ. Халĕ эс ак мĕн ту, ытарайми тусăм…
— Мĕн, редактор юлташ? Ăс парăр эппин…
— Çуллахи калав çыр.
— Мĕнле вăл — çуллахи калав?
— Ну, унти ĕçсем çулла пулса иртччĕр. Ку — пĕрре, анчах пĕтĕмпех мар-ха. Эс кăтартса паракан событисем çуллахи вăхăтшăн, сезоншăн эппин, типичнăй пулччăр! Ăнкаратăн-и?
— Çук-ха, редактор юлташ…
— Ну… аптрамалла-çке сирĕнпе, писатель тенисемпе! Вĕрентен-вĕрентен сире, çаплах ăс кĕрсе çитмест! Итле акă: калăпăр, хĕлле ачасем йĕлтĕрпе, конькипе ярăнаççĕ… Вăл типичнă. Ăна кашни кунах курма пулать.
— Çулла шыва кĕреççĕ, çырлана çӳреççĕ, гербарисем пухаççĕ… — терĕм эпĕ.
— Во! Тĕрĕс! Ку та типичнă.
— Вара… вара манăн ачасем шыва кĕни, кăвакалсем пек кутăн-пуçăн чăмни çинчен çырас-и? Эсир мана кулăшла калав çырса килме хушрăр-çке! Ачасем шывра шăмпăлтатнинчен мĕн кулмалли пур унта?
— Э-эх, тусăм, эс каллех ăнкараймарăн иккен-ха! — Редактор, тарăхма пуçланă пек, халĕ хăйĕн кукшине ал лаппипех каллĕ-маллĕ сăтăркаласа илчĕ. — Эпир ун çинчен тĕслĕхшĕн çеç каларăмăр. Сана «типичнăй» сăмаха ăнлантарма. Эс урăххине туп! Сахал-и çĕр çинче çуллахи тема? Акă, сăмахран каласан… — Вăл пĕр хушă куçĕсене хупсах шухăша кайса ларчĕ. — Сăмахран каласан, çулла пушар нумай пулать. Эп пурăнса курнă çын, пĕлетĕн. Çулталăкри пушарсенчен сахалтан та сакăрвун проценчĕ çуллахи вăхăтра тухать.
— Ман… ман вара пушар çинчен çырас-и? — тĕлĕнсе куçсене чарсах пăрахрăм эпĕ. — Пушар çинчеч мĕнле кулăшла калав пулма пултартăр?! Пушар — хурлăх, инкек, типшар, пушар пулсан халăхăн, пирĕн çынсен пурлăхĕ. килĕ-çурчĕ пĕтет, тепĕр чух çынсем çийĕнчи кĕпе-йĕмпе çеç тăрса юлаççĕ. Мĕн чухлĕ хуйхă, куççулĕ çав пушарсене пула… Кулмалла мар, макăрмалла унта, анчах эсир… эсир, редектор юлташ, епле калас… мăшкăллатăр-и манран?
— Ăнкараймастăн, эппин? — Вăл кӳпшек пӳрнисемпе сĕтеле тăкăртаттарса илчĕ. — Пĕлетĕн и эсĕ, тусăм, тепĕр чух çын куççулĕ витĕрех, макăрнă вăхăтрах кулать!
— Пулать те пуль ун пекки, анчах килĕ-çурчĕ çунса кайнă çынран кулаймастăн ĕнтĕ! — кăшкăрсах ятăм ăна хирĕç.
— Эс çапах та кулма тăрăш, — терĕ редактор, — унсăрăн нихăçан та чăн-чăн сатирик пулса çитейместĕн. Ху та кул, ыттисене те култар. Ахăлтатса кулччăр вулакансем!
— Ăнланаймастăп.
— Хăçан та пулин ăнланăн-ха. — Вăл сехечĕ çине пăхса илчĕ. — Ну, тусăм-тăванăм, манăн тек сана ăс парса ларма вăхăтăм çук, пĕр ларăва каймалла, — терĕ çавăнтах. — Хамăн сăмаха улăштармастăп: пире çуллахи калав кирлĕ! Пушар çинчен çыртăн-и унта, урăххи çинчен-и, вал сан ĕç, анчах та çуллахи пултăр. Тата, паллах, типичнăй событисем çинчен. Кулăшларах тума тăрăш. Ăнкаратăн-и? Çулла — хаваслă вăхăт, çынсем сатирăпа юмора ытларах юратаççĕ…
…Киле таврăннă чух та, киле çитсен те редактор ăс пани çинчен çеç шухăшларăм. Апла та. капла та çавăрса сӳтсе яврăм пуçра.
— Çуллахи калав… типичнăй… кулăшларах…
Калама çăмăл вăл! Анчах ун пеккине эсĕ ху çырса пăх-ха, кукша пуç! Калав — уйрăмах кулăшла калав çырасси вăл шăрăхра пĕр курка сив сăра ĕçесси мар-çке!
Виçĕ кун асаплантăм: мĕн мурĕ çинчен çырас ку «çуллахи калава», мĕнле майлаштарас ăна? Тема та, сюжет та çук манăн. Шухăшланă май, редактор сăмахĕсене аса илетĕп: «Çулла пушар нумай тухать…» Тема парать мар-и мана ват супнă! Хăй çав вăхăтрах тата «кулăшрах тума тăрăш», тет-ха. Мĕнле кулмалла пушартан?! Йӳтет пуль ку редактор, тупата!
Анчах та… çыртăм вĕт! Çыртăм! Пушар çинченех!..
Тен, ытла хам тĕллĕнех çыраймастăм пулĕ те, мана ялтан килнĕ хамăн ватă Хвекла аппа пулăшрĕ. Хаваслă çын вăл пирĕн, тем те пĕлет тата, тем те курнă, тем те илтнĕ. Каласа кăтартма тытăнать те ялти мыскарасем çинчен — вар хытса лариччен кулатăн тепĕр чух!
Тĕрĕссипе, манăн ăна хамăн соавтор, хампа пĕрле çыракан çын тесе хисеплессĕм килет. Сахалтан та пĕр вунă кулăшла калав çырнă эпĕ вăл панă сюжетсемпе!
Хальхинче Хвекла аппа шăпах эпĕ творчество асапĕсене тӳснĕ вăхăтра килсе çитрĕ. Эп асапланнине тӳрех сисрĕ тата!
— Эс мĕн çамкуна хуткупăс пĕрми пек картлантарса ларатăн? — тесе ыйтрĕ вăл мана пĕрре куçран пăхсанах. — Укçа пĕтрĕ-и? Вар-хырăм ыратать-и? Е мухмăр кастарать?
— Çук-ха, ун пек кун пек нимĕн те пулман, — сӳрĕкреххĕн ответ патăм ăна. — Чиперех пуранатăп…
— Ан тыттар! Эпĕ çын патречĕ çине пĕрре пăхсассăнах йăлт чухлатăп! Улталаймăн! Кала тавай, мĕн пулчĕ? Тен, эп сана пулăшма пултарăп? — çулсах илчĕ вăл мана.
Ирĕксĕрех тĕрĕссине каласа пама тиврĕ.
— Пĕр япала çинчен çырма хушрĕç те, никак та çыраймастăп-ха…
— Эккей, тупнă хуйхăрмалли! — ал сулчĕ те вăл, пуканне сиктерсе мана хирĕçех ларчĕ. — Мĕн йышшине çырмалла санăн — макăртмаллине-и, ахăртмаллине-и? Эп сана ăна та, кăна та наччас тупса паратăп, ман тем тĕрлĕ мыскара та пур!
— Култармаллине, — терĕм эпе.
— Апла пулсан, çыр филиттон! — Вăл пĕççине шарт! çапса илчĕ. — Питĕ селĕм филиттон пулать! Ахăрсах вилмелле…
Чун кĕрсех кайрĕ. Çăлать мана Хвекла аппа!
— Мĕн çинчен çырмалла, кала часрах! — терĕм ăна. — Хăçан пулнă мыскари? Халь-и, çулла-и?
— Пĕр-ик эрне каялла. Сасартăк, кăнтăр кунĕнче, пушар сиксе тухрĕ мар-и…
— Пушар?!
— Пушар çав! Пĕр кил вăшт кăна çунса кайрĕ, ним те çăлса хăвараймарĕç. Ĕне çулласа кайнă пек! Питĕ кулăшла…
Эп çав самантрах редакторпа калаçнине аса илтĕм. Мана çуллахи тема тупма пулăшас тесе, вăл пушарсене те асăнчĕ вĕт-ха? Халь акă Хвекла аппа та пушар çинчен темле мыскара каласшăн! Чăнах пушар калавĕ пулать-и вара манăн?
— Ну, кала тавай! Мĕнле… кулăшла пушар пулчĕ? — хистеме тытăнтăм аппана. — Ан суй тульккиш. Тепĕр чух тыттарма та юрататăн эсĕ, пĕлетĕп сан характĕрна…
— Ним те суймастăп, причак тытма пултаратăп! — терĕ аппа. Унтан сывлăш çавăрса илчĕ те калама тытăнчĕ: — Пушарĕ кулăшла япала мар та-ха вăл, ăна хăвах чухламалла, çунса кайнă кил-çуртне те, пурлăхне те шел, — терĕ вăл, — çапах та хальхинче ял кулли пулса тухрĕ-çке! Чисти ял кулли, камит…
— Мĕншĕн, мĕн пирки камит? Сюжетне кала!
— Сан сушетусене пĕлместĕп эпĕ, — ал сулчĕ аппа, — анчах ĕçĕ-пуçĕ çапла пулчĕ… Лайăхрах тăнла эсĕ, кайран, филиттонне çырнă чух, пăтратса ан пĕтер тата…
— Юрать, юрать, итлетĕп, пăтратмастăп!
— Эпĕ, пенсие тухнă май, пĕлтĕртенпе кантурта ларса пурăнатăп-çке, пĕлетĕн пуль? Ну, мĕнле калас… ытла пĕрмаях лармастăп ĕнтĕ, унта-кунта чуптараççĕ мана, çынсене чĕнме яраççĕ, шыв ăсса килетĕп, ир-каç урай шăлатăп… Çавăнпа та кантурта мĕн пулнине те, ялти хыпарсене те йăлт пĕлетĕп. Хăлхи илтет, куçĕ курать-ха манăн…. Тата кантура çынсем пухăнсан та, ăна-кăна сӳтсе явнă чух та хуса ямаççĕ мана, тепĕр чух, ĕç çук пулсан, тĕрлĕ саççетанисенче малтан пуçласа вĕçне çитичченех итлесе ларатăп. Хăш чух сăмах та хушкалатăп. Ку çеç те мар, тепĕр чухне, пуçлăхсем пĕр-пĕр ĕç пирки тавлашса хирĕçсех кайсан, ĕçе час татса параймасан, манран та ыйтаççĕ: «Кун пирки эс мĕнле шутлатăн, Хвекла аппа?» Эп каласа паратăп та вара хам шухăша, наччас ĕç татăлать. Ĕненместĕн-и?
— Пулĕ, пулĕ. Ват çын — тăват çын, теççĕ. Анчах эсĕ пушарĕ çинчен кала-ха. Мана пушарĕ кирлĕ!
— Пушарĕ патне те çитĕп, ан васкат, ан чăрмантар эс мана, ан пӳл, — пӳрнипе юнаса илчĕ вăл. — Пушарĕ тухиччен малтан правлени ларăвĕ пулчĕ. Сăмаха çавăнтан тытăнас пулать, атту-тăк кулмалла пулмасть. Правление пыма çыннисене хамах чĕнсе çӳрерĕм…
— Мĕн пирки пухрĕç правлени?
— Чим-ха… Мĕнле каларĕç-ха çав? Э-э, астурăм: ялта пушартан сыхланассине лайăхлатас ĕçе çӳллĕ сыпăка хăпартса унăн шайне ӳстересси çинчен сӳтсе явасси, терĕç. Пушар дружинин начальникне отчет тутаратпăр, терĕç… Пушар пуçлăхĕ пирĕн — Микик Микки, пĕлетĕн пуль-ха эс ăна, шалттай-палттайрах, вĕçкĕнрех çын, ăратлă вăкăр тĕслĕрехскер. Пĕр хушă арăмĕпе виçĕ ачине пăрахса таçта аякра авланса пурăнчĕ, анчах çур çултан нимĕн те ĕçлеменшĕн, аншарли юхтарса парасса çеç кĕтсе выртнăшăн леш хĕрарăм хӳтерсе кăларса янă ăна. Кайран таçта хурала кайса кĕнĕ — унта та нумай тытăнса тăрайман, тапса кăларса янă, ун хыççăн парикмахере вĕреннĕ тет те вăл, чут çеç суда лекмен, — ӳсĕр пуçпа пĕр çынна хырма тытăнса, кăшт кăна унăн çур янахне касса илмен… Юлашкинчен каллех киле таврăнчĕ те, ниçта ĕçлес килменнипе, пушарнике пырса кĕчĕ. Канлĕ вырăн ĕнтĕ, каламалли те çук! Шашкăлла выля та ыйхă турт. Пыра чӳхеме те, каçхине касака кайма та вăхăт пур. Ĕçкунĕ пурĕпĕр пырать. Ма пурăнас мар? Пĕрер çултан çакна пушар сӳнтерес ĕçе вĕренмелли курса ячĕç. Ик уйăхлăха, колхоз шучĕпе. Çавăнтан таврăнчĕ те, ăна пуçлăх туса хучĕç. Начальник! Сăмсине каçăртса лартрĕ хайхискер — апайтурух! Пырса та ан çулăх! Тем те пĕлет мар-и! Анчах хăй кунĕпе ял тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрет. Правление кĕрсе тухать, лавкка умне пырса ларать — кам та пулин çĕр грамм ярса памасть-и? Тепĕр чух урамрах çемçе курăк çине тăсăлса выртать те турта-ать вара хуппа!
Ялйыш кулатчĕ:
— Пирĕн ялта икĕ тунеядцă: пĕри — колхоз вăкăрĕ Упамас, тепри вăл — Микик Микки…
Пĕррехинче, пĕлтĕр-ха вăл, районтан пычĕç те, правленире питĕ хытă шавларĕç:
— Пушартан сыхланас ĕçе эсир вуçах маннă! Ним йĕрки те çук сирĕн! Ăнсăртран вут тухсан, мĕнле сӳнтерес тетĕр? Пĕр сехет хушшинче пĕтĕм ял çунса кайма пултарать! — тесе ятлаççĕ.
Микик Миккине вара пуринчен те хытăрах силлерĕç:
— Суда памалла сана çакăн пек ĕçленĕшĕн! Ăнланатăн-и?
Микки тăпра тĕслĕ пулса кайрĕ. Хытă хăрарĕ курăнать хăйне çакнашкал канлĕ ĕçрен кăларса ывăтасран.
— Ăнланатăп. Малашне эсир хушнине йăлт тăватăп… — мăкăртатса çеç тăчĕ вăл. — Каçарăр, тӳрленетĕп…
Ĕçрен кăлармарĕç ăна, анчах хытă асăрхаттарса хăварчĕç:
— Ырантанах петĕм ĕçе йĕркене кĕртме тытăнмасан, ан ӳпкеле вара! Килсе тĕрĕслетпĕр те — сирпĕтетпĕр, асту!
Чăнах та, пĕр хушă Микик Микки ĕçленĕ пек турĕ. Пушар сарайне те, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрсене те тирпейлерĕ, талăкĕпех унта пулатчĕ, икĕ лаша кӳлнипех тăраççĕ — насус, шыв пичкисем хатĕр, кашни кил умне шыв катки ларттарчĕ. Ирĕклĕ дружина членĕсене вĕренткеленĕ пек те турĕ. Çав вăхăтрах колхоз пушар сӳнтермелли çĕнĕ хатĕрсем те туянчĕ. Мухтамах тытăнчĕç Микик Миккине. Маттур, теççĕ. Çапах та, пурăнсан-пурăнсан, правленирисем унăн отчетне итлеме шут тунă-мĕн. Ĕç çине тухиччен тĕрĕслес, тенĕ пулмалла.
Микик Миккин çав отчетне эпĕ те итлерĕм. Шутсăр яка каларĕ, чĕлхи-çăварĕ çаврăнать эсрелĕн. Районтан пыракансем те ытла пурте ун пек пакăлтатма пултараймаççĕ. Питĕ аякран пуçларĕ тата сăмахне. Халĕ халĕх пурлăхне хĕрлĕ автанран сыхласси уйрăмах паллă вырăн йышăнса тăрать, вăл чи пысăк задачăсенчен чи пысăкки… Пирĕн дружина, хамăрăн ял Совечĕпе колхоз правленийĕ пушарпа кĕрешессине вăйлатасси çинчен виçĕмçул йышăннă постановленипе хавхаланса, хăйĕн хисеплĕ те чыслă ĕçне калама та çук пысăк çĕкленӳпе туса пырать… Ним мухтанмасăрах калама пулать: эп ертсе пынипе, пирĕн колхозра отчетлă тапхăр вăхăтĕнче пĕр пушар та тухмарĕ. Çапса хуçрăмăр эпир хĕрлĕ автан çунаттисене, вĕçеймерĕ вăл пирĕн çуртсем çийĕнче, малашне те вĕçеймĕ! Ĕненĕр, шанăр ман сăмахсене, вĕсене эпĕ пĕтĕм чĕререн калатăп! Пулмасть хĕрлĕ автан вĕçесси, пулмасть пирĕн ялта пушар — ни-ков-да! — Юлашки сăмахĕсене каланă чух Микки икĕ чышкине те çӳлелле çĕклесе силлерĕ.
— Анчах çапах та леш автанĕ вĕçсе килчĕ-тĕк? Ун чух мĕнле? — ыйтрĕ пăри.
— Çийĕнчех çапса антаратпăр! Пăшт! кăна пулать вăл, — терĕ ăна хирĕç пирĕн пушар пуçлăхĕ. — Пĕлетĕр вĕт, халь пирĕн техника та вăйлă — икĕ мотопомпа, вĕсем шыва пĕр километртан кая мар сирпĕтеççĕ, насус пыршисене эпир икĕ километр таран тăсса кайма пултаратпăр, унсăр пуçне пирĕн ахаль насуссем те штык пек тăраççĕ! Ман дружинăра паян куна вăтăр çын ытла, пĕринчен тепри паттăртарах, дружина мар — гварди, темелле!
— Илтрĕмĕр-ха, иртнĕ эрнере сан «гвардеецсем» Лешкаса туй курма кайсан чĕп-чĕр юн пуличченех çапăçнă, анчах кайран хăйсем аран тарса ӳкнĕ терĕç… — йĕкĕлтесе илчĕ тахăшĕ.
— Тарни ниме те пĕлтермест, — пĕр тытăнса тăмасăр татса хучĕ Микки, — очко енĕпе илсен, вĕсем çапах та мала тухнă! Пирĕннисене ик çынна çеç сусăртнă, лешсенне — çиччĕ! Шутласа пăхăр, миçе процент ытларах? Ун пек ăмăрткайăксем хуть те мĕнле пушара та пĕрре штурмласанах сӳнтерсе лартаççĕ!
Чылайăшĕ лахă-лахă кулса илчĕç. Унтан шавлама, Миккие сăхма тытăнчĕç:
— Мĕншĕн сан дежурнăйсем час-часах ӳсĕр лараççĕ?
— Мĕнле правапа сан хуняма карчăкку пушар лашисене кӳлсе унта-кунта ярăнса çӳрет?
— Мĕншĕн насус пыршисене хăшпĕр тăванусене пахча шăварма паратăн? Миçе пушар витрине хăвăн килне илсе кайрăн?
— Килти вутта та пушар пуртипе çуратăн!
Самаях çырткаласа илчĕç çапла, чылаях тарлаттарчĕç Миккие, анчах çапах та, хăшпĕр çынсем çине тăнипе, «дружина иртнĕ çулта лайăх ĕçленĕ, начальникне тав тăвас», тесе йышăнчĕç.
— Тавтапуç, хисеплĕ юлташсем, эсир капла мана малашне тата хастарлăрах ĕçлеме хавхалантартăр! — терĕ те Микки, сылтăм аллине кăкăрĕ патне тытса, кăвапа таранах пĕшкĕнсе пуç тайрĕ. Чисти артист, шуйттан!
…Хвекла аппа, калама чарăнса, сывлăш çавăрса илчĕ.
— Кулмалли нимех те çук-ха кунта, — терĕм эпĕ, кăштах кăмăлсăрланса. — Отчет тунă, решени йышăннă… мĕнех вара?
— Тăхта эсĕ, — ал сулчĕ аппа, — тĕшши патне çитмен-ха эпĕ, сана кирли малалла пулать!
— Итлетĕп эппин…
— Хайхи саççетани пĕтрĕ, чылайăшĕ тухса кайрĕç, анчах Микки ĕçне мухтаканĕсем юлчĕç, мăкăр-мăкăр калаçа пуçларĕç. Хăма стена витĕр йăлтах илтрĕм эпĕ:
— Тухать санран, Микки!
— Кун пек лайăх отчета çумасан — çылăх!
— Васкас пулать, лавкка хупиччен… — теççĕ.
— Пĕрерĕн-пĕрерĕн пушар сарайне пырăр, унта Энтрей пиччене хатĕрлеме хушнă эпĕ, — терĕ Микки тусĕсене хирĕç. — Анчах асăрханарах çӳрĕр, пупличнă ан пултăр!
Ну, малалла мĕн пулнине пĕлместĕп эпĕ, курман. Микки тусĕсем пĕрин хыççăн тепри çырма леш еннелле шăвăннине çеç курса юлтăм. Мĕншĕн кайни паллă ĕнтĕ. Янă унта вĕсем çут тĕнче куçа курăнми пуличчен! Пер-икĕ сехетрен куна пĕтĕм ял пĕлчĕ: пушар сарайĕ енчен ӳсĕрсем пырĕсене юриех çурса пăрахма тăрăшнă пек юрлани илтĕнчĕ. Тул çутăличченех çывăрма памарĕç. каяннăйсем!
Тепĕр ирхине вара ĕмĕрне манмалла марри пулчĕ…
Эпĕ утарта хурал тăракан старике леçсе парас тесе тин çеç икерчĕ пĕçерме тытăннăччĕ, сасартăк пирĕн тĕлпе тахăшĕ ухмаха ернĕ пек çухăрса иртсе кайрĕ:
— Пуша-ар! Пуша-ар!..
Ун хыççăнах тата иккĕн-виççĕн чупса иртрĕç:
— Пуша-ар!..
Çатмаруççине алăран пăрахма та ĕлкĕреймесĕр урама сиксе тухрăм. Хăлхана кантур умне çакнă рельсă чăнлаттарни кĕрсе кайрĕ. Пушарне кураймарăм-ха. Хам умпа чупса иртекенсенчен аран ыйтса юлтăм:
— Ăçта пушарĕ? Кам çунать? Мĕн çунать?
— Микик Микки, пушар начальникĕ! — тесе хăварчĕ пĕри. Тăвалла пăхрăм та ватă йăмрасем хыçĕнчен хуп-хура тĕтĕм явăнса хăпарнине куртăм вара. Тур çырлах! Каç кăна пирĕн ял çинче хĕрлĕ автан нихçан та вĕçмĕ тесе мухтанчĕ Микки! Халь çав автан хăйĕн патнех пынă — ялкăшать кăна унăн килĕ!
Часрах пӳрте кĕрсе кăмакари кăвар çине пĕр витре шыв чашлаттартăм та пушар патне чупрăм. Питĕ хăрушă пулса кайрĕ. Миккин лаççипе кĕлечĕ çунса пĕтнĕпе пĕрех, халь пӳртрен картишнелле тухакан крыльца çунма пуçланă — пӳрте пырса та кĕрейместĕн. Халăх чылай пухăннă, анчах сӳнтерекенсем никамах та çук. Пурте спектакль курма пынă пек пăхса тăраççĕ. Ик-виç арçын çеç унталла-кунталла чупкалаççĕ, ним йĕркесĕр кăшкăраççĕ:
— Мĕн пăхса тăратăр?! Мĕншĕн сӳнтерместĕр? Япаласене ма кăлармастăр?
Э-эй, çуйăху-кăшкăрашу тапранса кайрĕ унта!
— Кил хуçи, Микки хăй ăçта?
— Пушарниксем мĕншĕн килмеççĕ? Ăçта пушарниксем? Насуссем, мотопомпăсем ма илсе килмен ку таранччен?
— Пушарниксем пĕри те çук!
— Каçхине çĕрĕпех туй турĕç-çке? Халь ăçта шăтăка кайса кĕнĕ?
— Чупар-ха пушар сарайне, тен, халь те унта çывăраççĕ?
— Ы-ы, эсреметсем, харам пырсем!
Çав вăхăтра ялан пушар дружинин пӳртĕнче пурăнакан хайхи «гвардеец», уксак Энтрей сиккелесе пычĕ. Çамкине, çăпата пек сăмсине таçта ӳксе шăйăрса пĕтернĕ — каçхи ĕçкĕре пуль ĕнтĕ
— Мĕн тăратăр? Ма сӳнтерместĕр? — çухăрса ячĕ вăл.
— Ывăçпа сапса сӳнтермелле-им пирĕн? — терĕç ăна хирĕç.
— Витресемпе!
— Кун пек пушара витрепе сапса нумай сӳнтерĕн!
Ăна хупăрласа илчĕç, вăрçма тапратрĕç.
— Мотопомпăсене ма илсе килместĕр?
— Çук-ха вĕсем, — терĕ Энтрей.
— Ăçта кайса кĕнĕ?
— Пĕри çĕмĕрĕлнĕ, ĕçлемест…
— Тепри тата?
— Ăна Микик Микки çуркуннех хăйĕн пахчине шăварма илсе кайнă та пăсса пăрахнă…
— Ахаль насуссем тата? Вĕсене илсе килесчĕ хуть!
— Лашисем çук…
— Ăçта чикрĕр лашисене?
— Пĕринпе паян ир-ирех начальник арăмĕ пасара çырла сутма тухса кайрĕ. Тепри, кĕсри, ĕнер кăна хăмласа пăрахрĕ…
— Тытса хĕнес пулать сире пурсăра та! Çакас пулать!
— Хăй, хăй, сирĕн начальник, Микки ăçта?
— Пĕлместĕп. Ăна хĕвел тухнă чух килне тăваттăн çĕклесе кайрĕç. Унтанпа курман. Тен, çывăрать-и ăçта та пулин? Ĕçсен, унăн ыйхи питĕ йывăр, хăлхи тĕлĕнче пăшал персен те сисмест…
Пушар вăйлансах пычĕ, халь ĕнтĕ Микки пӳртне çурри таранах вут-çулăм хыпса илчĕ. Çынсем витресемпе шыв ăсса пырса чăшт-чашт сапкаларĕç, анчах мĕн усси?
— Килеççĕ! Машинсемпе килеççĕ! — çухăрса ячĕ тахăшĕ. Чăнах та, анат енчен кӳршĕ колхозăн пушар машини çĕр çĕмĕрсе çитсе тăчĕ, пушарниксем часрах сиксе анса насус пыршине пĕве еннелле тăсма тытăнчĕç. Тепĕр пилĕк минутран районрисем те ик машинпа персе çитрĕç. Вĕсен начальникĕ тӳрех хаяррăн кăшкăрса ыйтма тытăнчĕ пирĕн çынсенчен:
— Хăвăрăн пушарниксем ăçта? Дружина начальникĕ ма çук? Мĕн шутпа çак таранччен те сӳнтерме тытăнман вĕсем?!
— Нихăшĕ те курăнмасть, начальникĕ те çухалнă, — теççĕ кусем.
— Епле çухалнă?! Хур чĕппи мар-иç вăл, хурчăка тытса кайман пуль ăна?
— Пĕлместпĕр çав…
— Халех тупса арестлес пулать ăна! Шырăр, тупăр!
Анчах Микик Миккине шырамалла пулмарĕ, вăл хăех тупăнчĕ. Районри начальник ятлаçнă вăхăтра такам хăрушла тискеррĕн кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ пире:
— Пуша-ар! Пуша-ар! Çăлă-ăр!..
Пăхатпăр — пӳрт тăрринче, крыша çинче эппин, Микки тăра па-рать. Çаппа-çарамас, пĕр труççикпе çеç, çӳçĕ-пуçĕ кăмака милĕкĕ пек, анчах сылтăм аллинче çур литр кĕленчи. Мĕнле лекнĕ вăл ун-та — мур пĕлет! Мачча çинче çывăрнă пулмалла, унта сулхăн, шăна та çук, кансĕрлекен те, анчах халь, пĕçертме пуçласан, вăранса кайса пӳрт тăррине сиксе тухнă — аяла анма май килмен, унта вут-çулăм ахăрнă.
— Пуша-ар! Çăлă-ăр! — çине-çине кăшкăрчĕ вăл.
Аялта тăракансем ахăлтатса кулса ячĕç…
— Пăх-ха ăна, çур литрне пăрахса хăварман çапах та!
— Ара, мухмăр уçма кирлĕ-çке!
Çулăм çӳлтен çӳле хăпара пуçларĕ, кĕçех Микки патне çитмелле.
— Çăлă-ăр! Пулăшă-ăр! — ниçта кайса кĕрейми тăпăртатрĕ вăл.
— Сик тавай! Сик, çӳлелле каймастăн, çĕрех ӳкетĕн, ан хăра! — мăшкăласа кăшкăрчĕ тахăшĕ.
— Хăрап çа-ав! Пусма! Пусма парăр! — çухăрчĕ Микки.
Ăна, чăнах та, вăрăм пусма лартса пачĕç. Вăл питĕ вăраххăн, аллинчи çур литрне ӳкересрен асăрханса анма тытăнчĕ. Анчах усси пулмарĕ, çур пусмана çитсен чӳречерен палкаса тухакан çулăм унăн труççикне тивсе илчĕ те, вăл шари! кăшкăрса эрехĕ-мĕнĕпех çĕре лаплатрĕ. Пĕтĕм халăх ахăрса ячĕ…
Хвекла аппа калама чарăнса мана куçран пăхрĕ.
— Ну, мĕнле пек? Филиттон пулать-и?
— Пулать, — терем эпĕ. — Çапах та, пушар начальникĕн килĕнчи пушарĕ мĕнрен тухнă?
— Миккин суккăртарах хуняма карчăкĕ лаçра сăмакун юхтарнă…
…Çапла вара Хвекла аппа каллех ман соавтор пулса тăчĕ.