Автобуса кĕрсе ларсан Автуç лăштах сывласа ячĕ: у-ух!.. Шĕкĕр Турра, чĕрех иккен-ха. Атту черетре хĕстерсе лартрĕç те - ни хускалма, ни сывлама. Пыршă-пакарта та ним мар тухĕ кун пек чух, тупата. Вăй пур та, ăс кирлĕ мар теççĕ-и-ха - çамрăксен нихăçан та черете тăрса чăрманмаççĕ. Сĕнтĕрвăрринче темĕнле техникумра е училищĕре вĕренеççĕ пулмалла, Шупашкар автовокзалĕнче час-часах курать вĕсене Автуç. Платформа айккинче пĕр ушкăна пухăнса тăраççĕ те контролер пассажирсене билет тĕрĕслесе кĕртме тытăнсан кар! пырса сĕкĕнеççĕ автобус алăкĕ патне. Хăть асăрхаттар, хăть намăслантар - итлемеççĕ, хăнк та тумаççĕ. Итлеме терĕ-ха, шăртланса каяççĕ, хирĕçме те пăхаççĕ: «Хăвăр ма кĕпĕрленетĕр ир-ирех? Ларасчĕ ăшă килте кут хĕссе. Çук вĕт, таçта вĕтеленетĕр. Вокзала кĕрсе пăхăр-ха - йăлт стариксемпе карчăксем тулса ларнă, ирĕклĕн çул çӳреме çук!»
Хĕрарăм хул пуççине хускатса, çĕклентере-çĕклентере илчĕ: автобуса кĕме тĕркĕшнĕ хушăра самаях тарларĕ вăл, кĕпи ӳт çумне çыпçăнать. Ватăсем пирки, мĕн калăн, тĕрĕсех янăрашаççĕ çав вăрçчансем, тĕрĕсех. Чăнах та, шăкăри ватă çын ларать салонра. Арçынĕ те, хĕрарăмĕ те. Анчах автобуспа ярăнса киленме тухмастпăр-çке эпир хайхи «ăшă» килтен. Ĕçсĕрленсе çӳреместпĕр. Нумайăшĕ дача-пахчана ĕçлеме каять. Çамрăксем - ачасемпе мăнуксем - пит чакаланасшăнах мар çĕр çинче, ытларах та ытларах ютшăнаççĕ унран. Пирĕн вара, ватăсен, çӳреме тивет çапла. Çитменнине дачи те çывăхра мар, хăямат. Шупашкартан автобуспа пĕр сехете яхăн каймалла. Ĕçĕ вара...
Автобус пĕр тикĕссĕн кăрăлтатнă май шухăш çăмхине çапла сӳтсе янăскер, Автуç шартах сикрĕ. Турăçăм, чăнах-и ку? Нивушлĕ... вăл? Пĕвне сасартăк темскер çапса хытарнăн хĕрарăм сывлама та чарăнчĕ тейĕн. Самантлăха тĕршĕнсе, хускалмасăр ларчĕ, вара, ерипен-ерипен каялла сулăнса, тӳрленсе, хăйĕн çумĕнчи çын аллине куçĕпе тĕллерĕ. Чĕркуççине çавăрса тытнă шăнăрлă çав алă тӳртĕнче тахçанхи суран курăнать: хĕрлĕ -кăвак çĕвĕ, татăкăн-татăкăн авăнса, пысăках мар çаврашка евĕр хутланнă. Шăрçа тирнĕн, тĕллĕн-тĕллĕн вăл илемсĕррĕн мăкăрăла-мăкăрăла тухнă. Такам клеме çапнă тейĕн. Ĕлĕкхилле каласан - тăмха.
- Ну, мĕнле пек? Клеме хитре вĕт, э? - илтĕнчĕ çав вăхăтра шӳтлĕ-тăрăхлавлă сасă. Палланă сасă!
Сывлăш çавăрса илсе Автуç пуçне кӳршĕ еннелле пăрчĕ: чăнах та вăл иккен, Кăпăрьян!
Вырăнĕ чӳрече çумĕнче те, унта вырнаçса ларнăранпа хĕрарăм ниçталла та пăхкалама ĕлкĕрейменччĕ. Хăйĕн çумĕнчи арçынпа та кăсăкланмарĕ. Ара, çула тухсан кампа кăна юнашар ларса çӳреме тивмест пуль. Кӳрше тĕсĕсе тăмастăн-çке: кам вăл, мĕнле çын - саншăн пурпĕрех вĕт.
- Ай, Кăпăрьян, Кăпăрьян! Эс-çке ку! - хумханнипе хыттăнах каларĕ Автуç. Çавăнтах сассине пусарчĕ: çынсем хăлхисене ан тăратчăрах - аван мар. Унăн туллирех çутă питне кĕрен тĕс çапрĕ, йĕри-тавра вĕтĕ пĕркеленчĕксем çавăрăнса илнĕ чакăр куçĕсем арçынна тимлесе пăхрĕç. «Тăмхана» пӳрнипе асăрхануллăн тĕкĕнчĕ. - Ку вара çаплипех иккен... Эп иртнĕ пуль тесе...
- Ĕмĕрлĕхех юлчĕ, Автуç, ĕмĕрлĕхех. Ĕлĕк выльăха, калăпăр, лашана çапла клеме çапнă. Вăл пĕр-пĕр çыннăн пулнине, унăн харпăрлăхĕ шутланнине палăртма ĕнтĕ. Çапла вара эп те сан...
- Ай туру, мĕскер калаçан! - пӳлчĕ ăна хĕрарăм. - Мĕнле клеме, мĕнле харпăрлăх?
Кăпăрьян куçне шахвăртуллăн хĕсрĕ.
- Ара, сан харпăрлăху мар-и вара эп? Хăвах куран, клеме çапнă...
- Чĕлхӳ ĕлĕк кунашкал ямпăлтатнине астумас.
- Вăл сан та аптракан марччĕ-ха. Çапах та шăлу унран ирттерет пуль, э? -Çав-çавах йĕпленме пăрахмарĕ арçын.
- Шăпрах эс!
Пуçне кăшт айккинерех тайăлтарса Автуç хăйсен хыçĕнче камсем ларса пынипе кăсăкланчĕ: çамрăксем-мĕн, хайхи студентсем. Каччă хĕре хул пуççинчен çатăрласа тытнă та сулăна-сулăна вырăсла пĕр чарăнмасăр пакăлтатать. Ку енчен «хăрушлăх» çук - ватăсен калаçăвĕ мĕн тума кирлĕ вĕсене? Тен, чăвашла пĕлмеççĕ те. Малти ларкăч çинчисем те, икĕ арçын, пĕр-пĕрне паллакан-пĕлекенсем пулас, хĕрсех сăмахлаççĕ, хăйсем пăртак сыпнă пек курăнать. Çапах та асăрханулăха çухатас мар: шӳтлĕн-çăмăллăн пулсан та, калаçу тӳрех ав ăçталла çаврăнчĕ - хăйĕн çивĕчĕшĕпе иртнĕ вăхăта, çамрăклăха тăрăнса кĕчĕ.
- Ан хăра, илтсен те ăнланас çук пире, - хĕрарăм «сыхăлăхне» асăрхамасăр хăвармарĕ Кăпăрьян. - Тĕрĕссине пĕлес тĕк-и... Пĕтĕм салон кар-р! çаврăнса пăхмалла пирĕн çине, çапла вĕт?
Автуç пекех утмăла çывхарнăскер, вăл унран ватăрах курăнать: çӳçĕ кăн-кăвак, тăнлавĕ хĕллехи сивĕпе пасарнă пек шап-шурă. Иртсе кайнă çулсен пуслăхĕ хĕстерсе антарнăран, хытканрах пĕвĕ кăшт авăнарах панă. Сăнĕ те тĕксĕмрех. Анчах пĕр-пĕр хаваслă самант килсе тухтăр кăна - йăлтăр кулăпа çиçкĕнсе, пит-куçĕ туххăмрах улшăнать, çамрăкланса каять. Халĕ шăпах çавнашкал самант уншăн: кĕтмен тĕл пулу ăна чăн-чăн телей кӳчĕ. Чун çĕкленĕвне тăрăхлавлă сăмахсен айне пытарма хăтланать те - пытараймасть, пĕрре хĕсĕнсе, тепре яри чарăлса пăхакан тĕм куçĕсенче савăнăç палкамĕ туллин явăнать.
Кăпăрьян ăшĕнчи çав шăнкăр-шăнкăр çăлкуç кĕввине хĕрарăм çийĕнчех асăрхарĕ çеç мар, чунĕпе туйса илчĕ. Вăхăт инçечĕ витĕр вăл тахçан-тахçан хăй яшлăх уççăнлăхĕпе каланă сăмахсем илтĕнсе кайрĕç: «Ай, кăвар тăк кăвар - çунтарса ярасшăн-и мана?» Халĕ те кĕтмен-туман çĕртен çавнашкалах персе ячĕ:
- Ай-уй, эс каллех... кăварланса кайрăн мар-и?
- Вĕри çапать-им? - тӳрех ăнланчĕ ăна Кăпăрьян.
- Халь-халь вут хыпса илĕ-и тесе ларап...
Шӳтлессе çапла шӳтлерĕ те... Чĕри хăйĕн те тĕл пулу артакĕпе тăкăнас пек тулнине, нумай çул каяллахи пекех хĕпĕртӳллĕн талтлатнине - ăна чăннипех «вут хыпнине» туйса, хĕрарăм пĕр тĕлĕнсе, пĕр хăраса шухăшларĕ: «Автуç, Автуç, эсех-и ку? Мĕн хăтланан? Намăс та мар-и пăртак?» Çавăнтах, икке пайланнăн, хăйне хăй хирĕçме тапратрĕ: «Вара мĕн? Ма пытарас юратăва? Хĕскĕч пушаннине курса сикрĕ те тухрĕ ав, чеескер, таçтан-шалтан, чун тĕпĕнчен». «Эс тем те палкăн çак! Мĕнле хĕскĕч, мĕнле юрату? Манăн, карчăкăн, Кăпăрьяна ку таранчченех юратни çинчен каламалла-и?» «Яра пар! Куран вĕт, вăл хăй те сан йышши, ирĕлсех кайнă. Савăнăçне ниçта кайса чикеймест, çиçет кăна!» «Çук, çук, пултараймас. Калан та çак, ват супнă!» «Айта, айта, ан хăра!..»
Çавра çил евĕр вирхĕнсе иртнĕ çак «калаçу» хыççăн Автуç пуçне кăлт çĕклерĕ, Кăпăрьяна куçран пăхрĕ. Халĕ ĕнтĕ - хăюллăн, уççăн, тӳррĕн. «Тавлашура» чăнлăх çуралчĕ-ши? Кăпăрьян та, хĕрарăм шухăш-кăмăлне кĕнеке вуланă пек «курса» лараканскер, тĕлĕннине пытараймарĕ: кăлтăрмач-пăлтăрмач, çакăн пек ялкăшма та пултарать-и этем сăн-пичĕ?! Автуç халь пенсионерка мар, çап-çамрăк хĕр ача тейĕн. Ăхă, ĕлĕкхи, симĕс курăк хушшинчи пике... Хĕрарăм сап-таракан ăшă çутăпа киленсе Кăпăрьян куçне хупрĕ. Тĕнче самантрах улшăнчĕ: вĕсем, каччăпа хĕр, автобусра мар, кунтан инçетре пĕчĕк юхан шыв хĕрринче çерем çинче выртаççĕ. Çак улах вырăн çамрăксемшĕн чăннипех «çăтмах кĕтесĕ» пулса тăнă: час-часах килсе çӳреççĕ кунта, хĕвелпе хĕртĕнеççĕ, шыва кĕреççĕ.»
Çакăн хыççăн мĕн пулса иртнине Кăпăрьян паян кунта ăнланса çитереймест. Усал тĕлĕк пек, ĕмĕр тăршшĕпех асран тухмасть вăл, ĕмĕр тăршшĕпех чуна ыраттарать.
... Темскер çурăлса сирпĕнтернĕн, вăрăн-н! вирхĕнсе çĕкленчĕ хĕр кĕлетки. Юрату ачашлавĕпе кунĕленнĕскер, каччă енчен пĕр-пĕр хăрушлăх сиксе тухасси пирки шутлама та пултарайманскер, Автуç шартах сикрĕ. Халь-халь талпăнас пружина пек пăчăртанчĕ: мĕн хăтланать ку Кăпăрьян? Мĕн пулнă унăн ытарайми ырă аллине? Тин çеç çемçен шăвăнса артаклатчĕ те - ма тискерленесшĕн халь, ма чăрмаласа ыраттарать ӳте? Е аллинче йытă чĕрни ун? Автуçăн куç-пуçĕ хуралса килчĕ. Таврана хупланă сĕмлĕхре темĕнле мĕлкесем çывхарчĕç. Каллех çавсем?! Вĕсен те йытă чĕрнисем. Ай-ай, пулăшăр! Арпашăнса, çӳлелле сирпĕнсе, хĕр хаяр сасăпа çухăрса ячĕ:
- Э-э, апла иккен эс! Путсĕр! Намăссăр! Кураймастăп, кураймастăн сана! Пурте çавах эсир! Пурте пĕр шутлă! Тискер кайăксем! Чун иллисем!
Çавăнтах, тăрук чарăнса, куçĕпе Капăрьян аллине тăрăнчĕ. Лешĕ, «чикке» пăснă пуçтах, тĕллевне пурнăçлаймасăр çур çулта чарăннă мĕскĕн, ниçталла пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ (хĕр асар-писер кăшкăрашнинчен тĕлĕннипе каччă шалт хытса тăнă) - Автуç ăна хăвăрт ярса тытрĕ те пĕтĕм вăйĕпе çатăрт çыртса лартрĕ...
- Ак сана, ак! - Алла вĕçертсе, Кăпăрьян еннелле тек çаврăнса пăхмасăр, вăл çыранти йывăçсен чăтлăхне чăмрĕ.
Каччă вырăнтан хускалмарĕ. Темиçе çухрăм чупса пăшăхнă евĕр, хаш та хаш сывлать. Тавралăх шăп. Автуç сассипе çуйханнă кайăксем каллех аялалла явăна-явăна анаççĕ. Кăпăрьян шухăшĕ те ниçта кайса кĕрейми вылянать, аппăн-тĕппĕн палтăртатать. Мĕн пулса иртрĕ-ха капла? Мĕн туса хутăн эс, тăрлавсăр-тĕлсĕр Куприян Сергеевич? Нимĕн те ăнланса юлаймарăм. Çап-çутă тĕнче сана пула пĕр самантрах чалпăр-р! арканчĕ, хура чаршавпа витĕнчĕ. Автуçсăр тĕнче... Хĕре кӳрентертĕм, чăтма çук кӳрентертĕм. Анчах вăл та... Ма аплах тулхăрса каймаллаччĕ-ха? Тăртти! Алла тата... Тĕркешӳре ăна-кăна туйма ĕлкĕрейменччĕ те, халĕ пăхать каччă - мĕнешкел «парне!» Ывăç тӳртне çаврака пĕчĕк суран хĕретнĕ: хĕр шăлĕсем ӳте шăтара-шăтара кĕнĕ, темиçе вырăнта пӳрнесен хушшипе юн сăрхăнать...
Хăвăрт çĕкленсе, Кăпăрьян аллине шыва чикрĕ. Капла лайăх. Ыратни тамалчĕ. Сурана хупахпа е шăнăр курăкĕпе хупласа çыхас тесе каччă унталла-кунталла пăхкаларĕ те... Чим-ха, чим! Мĕнле суран, мĕнле курăк? Автуç ăçта? Акă мĕн халь чи кирли! Ăна тупмалла чи малтанах!
Йывăçсен хушшине кĕрсе каччă кăшкăрса чĕнчĕ:
- Автуç-уç! Авту-уç! Ăçта эсĕ?
Хирĕç никам та сасă памарĕ.
- Автуç! Каçар мана, ухмаха. Тух, кил кунталла!
Каллех хурав çук. Ăçта кайса кĕме пултарчĕ-ши? Е юри чĕнмест? Кăпăрьян татах та татах кăшкăрчĕ, юхан шыв хĕрринчи йывăç тăрăхĕнчен вăрмана çитсе кĕчĕ - савнине çав-çавах тупаймарĕ. Мĕн тумалла-ши ĕнтĕ? Ку вырăнтан Шупашкара темиçе çулпа кайма пулать. Автуç, тен, унта çитсе те ӳкнĕ. Эс пур, айванкка йĕрлевçĕ, ăна вăрманта шыратăн. Çитменнине, алă сĕре ыратать...
Каччă хулана çул тытрĕ.
... - Таçта... çухалтăн ĕнтĕ, - татрĕ Кăпăрьян «куравне» Автуç. - Аса илме çăмăл мар çав, хам та пĕлеп.
Арçын куçне чарсах пăрахрĕ: асамçă пуль эс, Автуçăм! Çын ăшĕнче çак самантра мĕн пулса иртнине ăçтан пĕлетĕн? Ĕмĕр манăçми юлашки курнăçу куç умĕнче кĕске хушă кăна ялтлатса иртрĕ пулсан та, Кăпăрьянăн унран пит васкавлăнах уйрăлас килмерĕ курăнать. Автуç та асăрхама ĕлкĕрнĕ ав. Тепĕр тесен, кунтан ытлашши тĕлĕнсех ӳкмелле-ши: нумай çул хыççăн ăнсăртран тĕл пулчĕç те, шăпах вăл - çамрăклăхри ăнăçсăр юрату капланмасть-и пуç çийĕн чи малтанах?
Çав сăлтавпах-ши е хĕрарăма унччен те лайăх пĕлнĕрен - витĕр курать унăн шухăш куçăмне Кăпăрьян. Анчах, пăхăр-ха, Автуç унран та ирттермест-й? Сăн-пит çутăлăхне çав-çавах сӳнтермесĕр, вăл сасартăк каласа хучĕ:
- Эп ун чухне вăрмантах пулнă.
- М-мĕн?! Куçа чарса çеç мар, çăвара та карса пăрахăн, тупата!
- Хайхи... эп сана шыранă вăхăтра-и?
- Ăхă. Эс юнашарах чупса иртрĕн. Чутах таптамарăн мана.
- Чăнах-и? Эс вара... мĕншĕн чĕнмерĕн?
- Каккуй чĕнме унта! Ан куртăрччĕ тесе çĕр çумне лапчăнса выртрăм. Юрать, курăк çӳллĕччĕ. Тĕмсем те хупларĕç. Кăпăрьян шарламарĕ. Кĕлеткипе йывăррăн хускалчĕ, малалла ӳпĕнсе, чĕркуççийĕсем çине тĕревленме пикенчĕ, унтан каллех тӳрленсе ларчĕ. Кĕтмен хыпар, урăхларах каласан, ку таранччен пĕр чĕптĕм те уçăлман вăрттăнлăхра çутă пайăрки йăлтăратса илни, ăна савăнтарас вырăнне пушшех пăлхантарчĕ, ăш-чикне хускатрĕ. Вун-вун çул хушши чунра чăтăмлăн упранă сăмахĕсем (хăй тĕллĕн мĕн чухлĕ каламан-ши вĕсене Кăпăрьян!) автомат черечĕ евĕр шатăртатса тухрĕç:
- Ăнланмас, нимĕн те ăнланмас, Автуç! Мĕн айăпа кĕнĕ эп сан умăнта? Мĕншĕн ĕмĕр тăршшĕпех асаплантаран мана? Мĕншĕн...
- Тăхта! - пӳлчĕ ăна хĕрарăм. - Тăхта-ха...
Паçăрхи пекех вăл куçне çывăхра ларакансен еннелле ывăтрĕ: вĕсен калаçăвĕпе кăсăкланса каймарĕç-и? Шĕкĕр турра, çук пулас. Атту ав епле чашкăрса кайрĕç иккĕшĕ те - «хĕрпе каччă». Самантлăха чарăннă Кăпăрьян, «сыхăлăха» уямасăр, сăмахне малалла тăсма туртăннине курса, Автуç унăн аллине ачашшăн сăтăра-сăтăра илчĕ. Хăйне темле хытарсан та, куççульне чараймарĕ - унăн тумламĕ «тăмха» çине татăлса анчĕ, çĕвĕке тулса сапаланчĕ.
- Эс мĕн, Автуç! - хыпăнса ӳкрĕ Кăпăрьян.
- Темех мар... Ку ĕнтĕ савăнăç куççулĕ пуль теп. Хуйхă-хурлăхĕн вăл тахçанах юхса типнĕ пуль, пĕр тумлам та юлман пуль...
- Манăн та çавах... Эп те йывăр çăка пурнăç тăршшĕпех пуç çинчен антараймас.
- Ăнлана-ап... Илткелеп хыпар сан çинчен. Пĕр хĕвел айĕнче пурăнатпăр вĕт.
- Илткелен?! Ăнланан?! Апла тăк мĕншĕн...
Талпăнакан шухăшне чараймасăр çапла персе ячĕ те чарăнса тăчĕ Кăпăрьян: «мĕншĕн» сăмах унăн пĕтĕм пурнăçне витернĕ, чун хĕлĕхĕсене халь-халь татас пек карăнтарса, Автуçа памалли нумай-нумай ыйтăва пĕр пысăк тĕвве пăчăртанă - пĕр пысăк ыратăва пĕрлештернĕ. Хăшĕнчен пуçламалла-ши?
- Пĕлеп, пĕлеп, калаçмалли нумай пирĕн, - каллех «асамçăлла» хускалчĕ хĕрарăм. - Айăплă эп сан умăнта.
- Айăплă?!
- Çапла, айăплă. Питĕ айăплă! Куна хăв та туян ĕнтĕ. Çапла вĕт? Шухăшупа мана тахçанах пăталанă-тăр, - шӳтлеме пăхрĕ Автуç, анчах шӳчĕ тухмарĕ, куçĕнчи пăшăрханăç сирĕлмерĕ. - Мĕнле кун пулчĕ паян капла? Кам илсе килсе лартрĕ сана ман çума шăп та лăп çак вăхăтра? Тен, чуна уçма чăнах та вăхăт, э? Мĕнле шутлан?
- Ыйтса тăрать тата!
- Çапах та кунта калаçса пĕтерейĕпĕр-и? Меллех те мар, - Хĕрарăм ыйтуллăн пăхрĕ. - Итле-ха, эс халь ăçта кайма тухнă?
- Э-э... кăмпана.
- Кăмпана? Вăт телейлĕ çын! Ăçта анан?
- Тепĕр чарăну урлă. Халиччен ку тăрăха килсе курман эп. Атăл леш енне, Етĕрне çулĕ çинчи вăрмансене çӳренĕ. Юлташсем сĕнчĕç те. Уплюнкка нумай тет.
- Нумай! Хам та татнă. Ман дача вăрманпа юнашарах. Тепĕр чарăнура анап. Эс вара...
- Пĕрле анăпăр!
Тек чĕнмерĕç. Пулас калаçу иккĕшне те хумхантарать, уйрăмах - Кăпăрьяна: иртнĕ пурнăçа хупласа тăракан тĕтре нивушлĕ сирĕлчĕ паян? Ай, тем пекехчĕ! Сирĕлтĕрччĕ, чăнлăха уçса кăтарттăрччĕ. Мĕн чул вăхăт иртрĕ-ха унтанпа, Автуç «тăмха» çапнăранпа? Ăхă, вăтăр çул ытла. Студентсемччĕ вĕсем ун чухне. Кăпăрьян пединститутра вĕренет, Автуç - ял хуçалăх институтĕнче. Икĕ институт студенчĕсен пĕрлехи кану каçĕсем ирттересси йăлана кĕнĕччĕ. Çапла майпа çĕнĕ вĕренӳ çулне халалланă уявра паллашрĕç Кăпăрьянла Автуç. Паллашрĕç те - юрату авăрĕ вĕсене тӳрех хăйĕн тарăнăшне çавăрса кĕртрĕ. Савнисемшĕн ытарайми илемлĕ те телейлĕ пурнăç пуçланчĕ.
Юхан шыв хĕрринчи «тăмхахлă» курнăçу çамрăксен кун-çулне хура пулса кĕнĕ, тарăн çурса икке пайланă: çутă савăнăçа хура хурлăх хупланă. Çуллахи сесси вĕçленнĕччĕ ĕнтĕ ун чух. Автуçшăн вăл юлашки пулчĕ: хĕр институт пĕтернĕ, пĕр районти колхоза агрономра ĕçлеме каять. Кăпăрьянăн тепĕр çул вĕренмелле.
Пурте йĕркеллех, аванах темелле. Пĕр япала çеç канăç памасть, шухăшлаттарать качча: хăйсен малашнехи пĕрлехи пурнăçĕ пирки сăмах пуçласан хĕр темшĕн уçăмлă калаçмасть, кашнинчех айккинелле пăрăнма тăрăшать, шӳтлĕн: «Васкавçă тăк васкавçă! Ăçта хыпаланан - ĕлкĕрĕпĕр-ха çемье çавăрма!» - тенипех ирттерсе ярасшăн. Кăпăрьяна кунашкал хурав çырлахтармасть, татах та хускатать вăл ыйтăва. Усси çук.
Сăмахĕ савнине витерейменнине курса каччă нимĕн тума та аптăрать, кӳренмеллипех кӳренет: «Юратмастăн мана!» Автуç çавăнтах пăшăрханса ӳкет: «Мĕскер калаçан?!» Вара Кăпăрьяна ыталаса илет те малалла сăмахлама, хăй калашле, «ухмахланма» памасăр, хăвăрт-хăвăрт чуптума тапратать. Кун пек самантсенче мĕнле çилленĕн!
Çапла, нимĕн калаçса татăлмасăрах, çитменнине, авă мĕнле лару-тăрура уйрăлма тивнĕ вĕсен. Институт пĕтерсен Кăпăрьян темиçе çул ял шкулĕнче ачасене вĕрентрĕ. Каярахпа Шупашкара куçса унта тĕпленчĕ. Автуç патне çырусем çырчĕ, хăйне курса калаçас тесе вăл ĕçлекен яла та çите-çите килчĕ - çук, çырусене те хуравламарĕ хĕр, тĕл пулма та килĕшмерĕ. Тепĕртакран Кăпăрьян Автуç качча тухни çинчен хыпар илтрĕ.
Хăй çемьеллĕ пулса кураймарĕ. Шупашкарта пĕр хĕрарăмпа паллашнăччĕ те - ăнмарĕ: çулталăка яхăн пĕрле пурăннă хыççăн шăппăн-шăппăн, ним ӳпкевсĕр-кӳренӳсĕр уйрăлса кайрĕç. Мĕншĕн? Сăлтавне Кăпăрьян çапла ăнлантарать: сивлек юрату. Ун пек юрату та пулать-ши вара? Хăйне хăй хуравлать: пулать. Туйăм чуна ăшăтмасан, куллен-кунхи пурнăçра савăк кӳмесен. Тепĕр чух унашкал «ăслаккайланса» тăмасть, тӳрех татса хурать: Автуçна манаймастăн - çакă тĕп сăлтав! Мĕн калайăн, хирĕçлеймест урăх. Чăн сăмахăн суйи çук. Авланас шухăша тек тытман вара. Ĕмĕре хăраххăн ирттерет. Камантай эппин.
Автуçа чăнах та чĕререн кăларман. Ăшра ӳпкевлĕн мĕн чул вăрçман-ши ăна: «Сана пула телейсĕр эпĕ, сана пула ăнмарĕ пурнăç!» Хăйне те хĕрхенсе тăман, тен, ытларах та, вирлĕрех те çунтарнă сăмах саламачĕпе: «Сăмсуна унталла-кунталла ан пăркала, хăравçă куян пек, тĕм хушшине ан пытан, чăнлăх умĕнче куçна ан тарт - хăвăн айăпна та йышăн! Автуçпа тĕл пулса калаçмашкăн, тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмешкĕн мĕн кирлине пĕтĕмпех турăн-и?! Çук! Тарăхни-талăрни ăс памасть. Çавна шута илсех çитереймерĕн».
Савнă хĕрпе çӳренĕ вăхăта аса илнĕ май, тĕл пулусене пуçра çĕнĕрен те çĕнĕрен çавăрттарса, кашни пĕчĕк япалана тинкеререх, тимлĕрех пăхса хаклама тăрăшса, Кăпăрьян хăйсен хутшăнăвĕсенче халиччен асăрхаман е асăрхасан та пĕлтерĕшлĕ тесех шутламан самантсем те пулнине курать. Калăпăр, кассăн-кассăн, юрату варкăшĕ чуна кĕрсе ытарайми рехет кунĕ вăхăтра та хĕр куçĕнче хурлăхлă шухăш ĕмĕлки вĕлтлете-вĕлтлете иртетчĕ - мĕншĕн? Е тата тепĕр чух - туслашнă хыççăнхи малтанхи тапхăрта уйрăмах палăратчĕ ку - савнине ыталаса тытатăн та, вăл, темрен хăранăн, сасартăк чĕтренсе илет, халь-халь вĕçерĕнсе тарас пек каялла туртăнать. Каллех ыйту. Чăн та, каччă куна хĕр сăпайлăхĕпе, «хăнăхусăрлăхĕпе» ăнлантарма пăхатчĕ. Анчах чăнах та çапла пулнă-ши?
Чи пысăк иккĕленӳ вара юлашки курнăçу хыççăн килсе çапăнчĕ. Автуç ăнран кайнă пек янăрашнă вăхăтра ун-кун шухăшлама-и - мĕн пулса иртнине ăнкарса илме те ĕлкĕрейменччĕ Кăпăрьян. Çапах та хĕр сăмахĕсем айккинелле пушшăн сирпĕнсе çухалман иккен, пуçа тарăна кĕрсе юлнă, манăçман. Вăхăт иртнĕçемĕн, аса илӳ хумĕпе шăвăна-шăвăна тухса, капăрт кăна евитлеççĕ хăйсем çинчен. Кăпăрьяншăн Автуçăн «пурте çавах эсир!», «чун иллисем!» тенĕ сăмахĕсем чăн-чăн пуç ватмăш пулса тăчĕç: мĕне пĕлтереççĕ вĕсем? Кăпăрьяна çеç мар, урăх çынсене те - такамсене! - айăпласшăн-и? Кама? Мĕншĕн? Хăçантанпа шырать ĕнтĕ çак ыйтусен хуравĕсене - тупаймасть. Халĕ вара чи малтан çавăн пирки кăсăкланчĕ.
Калаçу тӳрех пуçланаймарĕ. Сăмаха уямасăр-тумасăр лаплаттарса ыйтас - аван мар, Автуçа кӳрентерме пулать. Ыйтăвĕ ав еплескер, Темле çавăрттарса пымалла ун патне. Сăлтавĕ, тен, пачах урăххинче...
Автобусран анса юлсан ансăр уй урлă каçрĕç, унтан çул вăрмана пăрăнса кĕчĕ. Автобусри пекех, хĕрарăм хыçалалла йăпăрт çаврăнса пăхрĕ.
- Ну, сыхлануллă та ваçка! - терĕ Кăпăрьян. - Паçăр ют хăлха илтесрен хăрарăн, халĕ - ют куç курасран-и?
- Хăрамасăр! Тем пуласси пур. Сиссе те юлаймăп - вĕçĕ те çухалĕ ман юнашарти телейĕм! - Кăпăрьян пекех çăмăллăн хуравларĕ Автуç. Анчах кăмăлĕ çавăнтах улшăнчĕ пулас - сасси хĕрӳленчĕ. - Тепĕр тесен, çын кашкăртан та хăрушăрах халь. Икĕ ураллă кашкăр.
- Унашкаллине те курма лекнĕ-и сана? - меллĕ самант килсе тухнишĕн савăнса хăвăрт ыйтрĕ Кăпăрьян.
Хуравламасăр хĕрарăм чарăнса тăчĕ. Уçланкă çийĕн темĕнле кайăк явăнать. Вĕçет-вĕçет те, пытанмалла вылянăн, сасартăк аялалла вирхĕнет, йывăç тăррисен хушшинче çухалать, унтан каллех вашлатса хăпарать, малтанхи пекех лăпкăн-танлăн чӳхенме тытăнать.
- Мĕнле илемлĕ ярăнать! - терĕ Автуç кайăк çинчен куç илмесĕр. - Ирĕклĕ, мăнаçлă, телейлĕ чĕр чун! Анчах хăш чух хăйне пĕр-пĕр путсĕр этем пăшалпа тĕлленине сиссе те юлаймасть, мăнтарăн. Кĕр-рĕст! тăвать те пăшал - пĕтрĕ кайăк! Юн юхтарса, татăлнă тĕкне вĕл-вĕл вĕçтерсе ӳкет çĕрелле. Мана та çавнашкал персе антарчĕç, Кăпăрьянăм...
- Автуç! - Хĕрарăм сулăнса кайнине курса Кăпăрьян ăна икĕ аллипе ыталаса тытрĕ.
- Ан хăра, эп чиперех... Аса илме йывăр.
- Ларăпăр-и? - Автуçа ытамран вĕçертмесĕр Кăпăрьян уçланкă хĕрринчи лапсака çăка айĕнче чарăнчĕ. - Ак çакăнта.
Юнашар ларса вăл хĕрарăма хăйĕн çумне çемçен çупăрларĕ.
- Халĕ ĕнтĕ вилме те юрать, - пăшăлтатрĕ Автуç. - Сан юратăвна тепĕр хут туйса куртăм.
- Халĕ - вилме?! Чипер калаç! Вилме мар, çĕнĕрен пурăнма тытăнмалла!
- Эс нимĕн те пĕлместĕн вĕт...
- Каласа кăтарт! Ĕмĕр тăршшĕпех кĕтеп.
- Каларăм-çке, тӳперен персе антарчĕç мана: мăшкăлларĕç - чыса вараларĕç, намăс кăтартрĕç... Çапла, мана та тăмха çапрĕç. Намăс тăмхи...
Хĕрарăм шăпланчĕ. Пуçне çĕклемесĕр, темскер кĕтрĕ. Кăпăрьян мĕн те пулин каламĕ-и? Çук, лешĕ шарламарĕ. Хăйĕн кăмăлне урăхла палăртрĕ: тăр-тăр чĕтрекен Автуçа тата хытăрах чăмăртарĕ, пĕчĕк ачана йăпатнă пек, ăна пуçĕнчен шăла-шăла илчĕ. Автуç сăмахне малалла тăсрĕ.
...Вăл тăлăх ӳснĕ. Фронтран аманса, хăрах алăсăр таврăннă ашшĕ колхозра ятлă-сумлă çынччĕ: бригадирта, ферма пуçлăхĕнче ĕçлерĕ. Амăшĕ те пурнăçне ĕçре - хăмла пахчинче ирттерчĕ. Шел, ĕмĕр иккĕшĕн те вăрăм пулмарĕ: аллă урлă каçсанах умлăн-хыçлăн çĕре кĕчĕç. Автуç пĕччен тăрса юлчĕ. Çемьере урăх ача пулман. Мĕн тумалла? Ялта тăванĕсем пур-ха, хăйсен патне чĕнеççĕ - тархасшăн, пурăн, анчах хĕр ниçта та каймарĕ, кил-çурта пĕчченех тытса тăма шутларĕ. Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук тенĕ евĕр, Автуç ашшĕ-амăшĕн ятне ямарĕ. Темле йывăр пулсан та шкула çӳреме пăрахмарĕ.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Чăнах та, кам шутлама пултарнă-ха вăл хĕр пуçĕ çине хăрушшăн йăтăнса анасса, унăн çамрăклăхне пĕр хĕрхенӳсĕр таптаса аркатасса! Вуннăмĕш класра вĕренетчĕ ун чух Автуç. Вырсарни кун çĕр улми кăларса пĕтернĕччĕ те, самаях ывăннă хĕр çывăрма иртерех выртрĕ. Вăхăт кĕр енне кайнă пулсан та, кун вăрăм-ха. Хăйĕн çутине çухатма васкамасть - ав епле сăрпăнтарать ăна чӳречесенчен. Хăть кĕнеке тытса вула...
Хĕр хăйне такам хул пуççинчен тытнипе вăранса кайрĕ.
- Ай, кам ку?
- Эпĕ-ха. Ан хăра...
Каçăркка! Кӳршĕ касри Ларивана вĕçкĕнленме, пушă сăмах çаптарма юратнăран ялта çапла чĕнеççĕ. Автуçран чылай аслăрахскер, Лариван унччен таçти хулара пурăннă. Унта авланнă, анчах арăмĕ хăваласа янă теççĕ. Персе çитнĕ хайхи каялла тăван яла. Ниçта та пусăрăнса ĕçлеймест. Пĕр карчăкăнне сурăх вăрланăшăн тĕрмере те ларса тухрĕ.
- Мĕн кирлĕ сана? Ил аллуна! - Утияла хăй çинелле туртса, Автуç арçын аллине сирме тăчĕ, анчах лешĕ ăна вĕçертмерĕ, пӳрнисемпе унăн мăйне çавăрса тытрĕ.
- Мана мĕн кирлине пĕлместĕн пулать! Çитет хиркеленме, тынашка! «Пĕлет-ха», «пĕлет» Автуç. Урамра е урăх çĕрте тĕл пулсан Каçăркка миçе хутчен ĕнтĕ «юрату» çинчен сăмах пуçарать: сана, тăлăха, пурнăçра шанчăклă тус, ăна-кăна чухлакан çын кирлĕ, унсăрăн хальхи саманара тĕлли-паллине тупаймăн... Юхтарать те юхтарать çапла илĕртӳллĕ сăмахсене. Хĕр малтан тĕлĕнсе пăхатчĕ: шӳтлет-и? Çук иккен. Чăнласах «юратасшăн». Çакна ăнланса илсен те пит вăйăрхансах каймарĕ-ха. Ара, пахматне тахçанах çухатнă ĕнтĕ, ват супнă! «Çунтăрах» - мана мĕн? Çав хăлăхсăрпа калаçса çăвар тутине те сая ярассăм çук. Темле хăратсан та... Юлашки хут урамра тĕл пулнă чух, çак кунсенче кăна-ха, хĕр çав-çавах «парăнманнине», ку çеç-и - йĕкĕлтешме, кулма пăхнине курса, мĕнле шăмарса-талăрса кайрĕ, эсрел хăраххи: «Асту, ӳкĕнмелле ан пултăр! Санашкаллине çеç хуçман эпĕ!..»
Пурпĕрех, «каччă» тӳрремĕнех шăл хăйранине курсан та, шикленсе ӳкмерĕ, сыхланма ăс çитереймерĕ Автуç. Ара, кам кĕтнĕ Каçăркка кунашкал сĕмсĕрленессе, нĕрсĕр шухăш тытасса! Ял çыннисен йăлипе хĕр хапха-алăк таврашне те питĕрмест. Вăт усă курнă çавăнпа эсремет.
Сехри хăлнипе хĕр çухăрса ячĕ. Çурмаран татăлнă ăман пек авкалана-авкалана тапаçланчĕ, пĕтĕм вăйне пухса пусмăрçа урипе тăрăслаттарчĕ. Лешĕ тайăлса кайрĕ, анчах аллине çав-çавах вĕçертмерĕ.
- Уринчен тыт! - хăрăлтатса хушрĕ вăл такама.
Пĕтрĕ пуç, пĕччен мар иккен! Кравать патне тепри чупса пычĕ. Ай туру, Хреççи Макарĕ! Лариван хăраххи. Ун пекех кунĕ-кунĕпе ял тăрăх ĕçсĕрленсе, эрех шыраса çӳрет. Халĕ те ӳсĕр. Икĕ вăй питти арçынна мĕнле çĕнтерĕн...
... Автуç калама чарăнчĕ. Хăй тӳснĕ тип шартан, сирсе сирĕлми намăсран пытанас тенĕн, питне аллипе хупăрларĕ, кĕлеткипе Кăпăрьян çумне тĕршĕнчĕ. Чĕнмесĕр ларчĕç. Нумай çул каяллахи инкек ахрăмĕ вăрăммăн хашлатнăн туйанать.
- Лăплан, лăплан, - сăмах хушрĕ Кăпăрьян, ытамне пĕр самантлăха та пушатмасăр. Хăй вара чунĕ ыратнипе кăшкăрса ярас мар тесе шăлне çыртрĕ. Чышкине чăмăртарĕ. Сăнĕ тĕксĕмленнĕçемĕн тĕксĕмленчĕ. - Эсрехунсем! Çĕр мĕнле чăтать-ши вĕсене? Мĕншĕн ирĕк парать хăйĕн çийĕн çӳреме? - Сасартăк кăсăкланчĕ: - Халĕ ăçта вĕсем?
Автуç унăн шухăшне ăнланса кăртах туртăнчĕ. Шӳтлеме пăхрĕ:
- «Тавăрма» кая юлтăн пуль.
- Ма?
- Пĕри вилнĕ. Макар текенни. Тĕрмере ларса тухсан (чылай çуллăха хупнăччĕ вĕсене) нумаях пурăнайман. Каçăркка тĕрме хыççăн яла тек килсе курăнман тет. Таçта... Тен, вăл та кăнса выртнă... Калаçас килмест вĕсем çинчен!
Ăçтан калаçас килтĕр ĕнтĕ. Çав ăçтиçуксене пула унăн пĕтĕм пурнăçĕ ӳппĕн-тĕппĕн çаврăнса кайнă-çке. Вĕсене пула юратнă çынран уйрăлма тивнĕ. Чунра - ĕмĕрлĕх суран. Юлашки курнăçура аслатиллĕ çумăр пĕлĕчĕ евĕр сĕмлĕхре хура çиçĕмле явăннă шухăш та ăнтан янăтăр ăна: «Кăпăрьян чăнлăха пĕлме пултарать-çке капла! Пĕлсен вара... Турăçăм, шутлама та хăрушă! Кама кирлĕ эс, ахрамат хĕр, çын юлашки?!»
Ир тăрсан та, каç выртсан та канăç паман çак шухăш Автуçа. Хăйĕн йĕплĕ сăнчăрĕнчен вĕçертмен. Пурăннă хĕрарăм çапла чĕтресе: Кăпăрьян ан пĕлтĕрех! Юратнă çынна хăйне каласа ăнлантарма хал çитереймен. Апла тăк нимĕнле шанăç та çук сан, Автуç. Кăпăрьянпа нихăçан та çемье çавăрса пĕрле пурăнайрас çук эсир. Хăйсен ялĕнчи Куçма вара, хĕрĕн хурлăхлă шăпине пĕлсен те, ăна тахçантанпах качча илесшĕн. Килĕшнĕ Автуç. Капла Кăпăрьяна манăп-и тенĕччĕ. Йăнăшнă иккен. Юратăва манаймарĕ. Çапах та уйрăлса çемьене аркатас шухăш тытман. Виçĕ ача çуратса ӳстерчĕç. Халь вĕсем тĕрлĕ çĕре саланса пĕтнĕ. Шел, упăшки ир вилчĕ...
- Эх, Автуç, Автуç! Ма халь тин пĕлеп-ха эпĕ кун çинчен? Ма каласа паман хăй вăхăтĕнче?
Кĕтетчĕ Автуç ку ыйтăва - ăна памасăр чăтаймастех Кăпăрьян. Анчах тӳррĕн хуравлас вырăнне хăй те ыйтрĕ:
- Эс вара савăннă пулăттăн-и? Мĕн шутланă пулăттăн ман пирки?
- Эп... мĕн...
- Лайăх хурав!
-Çук, çук, ăнланмарăн мана! Юратура яланах уçăмлăх кирлĕ тесшĕн. Эп сана юратнă... юратап...
Вăйлă çил ик енчен талпăнса вăркăнтарнăн, Автуçпа Кăпăрьян пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç, антăхса кайса чуп тума тытăнчĕç. Çын шухăш-кăмăлĕн вĕçевне йĕрлесе çитереймĕн - Автуç кĕтмен çĕртен алхасуллăн каласа хучĕ:
-Ухмах эс, Кăпăрьян!
- Эс ху тата!
Вĕсем савăнăçлăн кулса ячĕç.