Пенси укçи валеçекен иртнĕ çул канăва тухнă Сергей Куçмич патне васкаса кĕчĕ. Кил хуçи кăштах сыпнăччĕ.
— Сергей пичче! Иртнинче пенси панă чух хальхинче хаçатсем çырăнма пулнăччĕ, — тет почтальонка памалли укçана шутланă май. — «Хыпар» тата район хаçатне çырăнăп тенĕччĕ. Çырас пулĕ?
— Ах! Хаçачĕ питĕ кирлĕ те... — салхуланса калаçать пенсионер. — Шутлакаласа пăхрăм та — тăкакĕ нумай-çке. Ку уйăхра çуралнă куна паллă тумалла, эрех валлиех мĕн чухлĕ кирлĕ тата пĕр эрехпе ĕçкĕ тăваймăн çав. Каллех тепĕр уйăха хăвармалла пулать пуль. Тепĕр уйăхра, сăмах та çук, çырăнатăпах, Галя!
Почтальонка «Хыпарăн» çĕр çулхи юбилейĕ пирки те ăнлантарчĕ, анчах çырăнмарĕ Сергей Куçмич — эрех кирлĕрех терĕ пулас.